Кĕпер Влас Захарович Иванов-Паймен Чăваш АССРĕн К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен премийĕн лауреачĕ Влас Захарович Иванов-Паймен хăйĕн «Кĕпер» романĕнче социализмла революци идейисемпе хавхаланнă хресченсем çĕнĕ пурнăç тунине сăнласа парать. Романăн ку кăларăмне Октябрьти социализмла аслă революци 70 çул, писатель çуралнăранпа 80 çул тултарнă ятпа хатĕрленĕ. Влас Иванов-Паймен Кĕпер Пролог Ахăрсамана Чулçырмасем ахаль чух ĕçрен пушă вăхăтра та ĕçсе-супса çӳремеççĕ. Вăхăт çитсен, ĕçеççĕ вара! Ялĕпех. «Вăхăчĕ» ĕнтĕ вăл — е праçник, е туй. Мункунпа çимĕк çеç хăшпĕр çул типĕлле иртсе каяççĕ: е мункунĕ çураки тĕлне, е çимĕкĕ утă вăхăтнерех килсен. Кăçал мункун типĕлле иртрĕ. Çавăнпа ваттисем çи-мĕке антăхса кĕтеççĕ. Тата виçĕ кунтан килетех ĕнтĕ вăл — шавлă та савăк уяв. Хĕвел каç еннелле сулăннăччĕ. Малтикас çыннисем пӳрт çумĕнчи каскасем çине ушкăнланса ларнă. Юлхаввăн тем пуплекелеççĕ. Ялта лăпкă, сас-чĕв илтĕнсех каймасть. Анчах кĕç çырма леш енче йытăсем харăс вĕрме пуçларĕç. Тăвайккинчен тусан юпи çавраçил пек ĕрĕхсе килчĕ. Кĕмсĕртетсех. Çӳлти кĕпер çĕмĕрĕлес пек шатăртатса илчĕ. Çавраçил пĕлĕчĕ Малтикас урамĕ тăрăх ыткăнчĕ те таçта урам вĕçĕнче чарăнса сĕвĕрĕле пуçларĕ. Тусанпа чĕркеннĕ урапа çинче кам выртса пынине уйăрсах илеймерĕç пуль урамри çынсем, çапах лашине палларĕç. — Çырма вăрринче каллех ахăрсамана пуçланать ĕнтĕ, — терĕ пĕри. — Пăсара Макарĕшĕн нимле чару çук. Мĕскĕн Марьене хĕнесе вĕлеретех пуль, шуйттан. — Икĕ Макара чаракан çук çав, — терĕ тепри, ассăн сывласа. — Ку хуть ĕçсен çеç ашкăнать. Лешĕ урă чух та урнă йытă пек. «Лешĕ» хăш Макар пулнине каламарĕ çынни. Çапах пурте каламасăрах ăнкарчĕç: ял куштанĕ Хаяр Макар ĕнтĕ вăл. Анчах ахăрсамана тени кунта мар, Шалтикасра сасартăк пуçланчĕ. Унта пуянсем пурăнаççĕ. Малтан çав енчен темĕскер мĕкĕрнĕ пек илтĕнчĕ. Малтикас ачисем тӳрех çыран урлă Шалтикасалла ыткăнчĕç. Кĕç мăн арçынсем те çавăнталлах туртăнчĕç: хăшĕ васкамасăр, тайкаланчăк утăпа, хăшĕ ача-пăча пек хашкăлтатса — тӳрех çыран урлă. Тискертерех мăн сасă те юрласа, те уласа кĕрлет. — Этем сасси мар ĕнтĕ, шуйттан сасси пуль, — аптраççĕ çынсем. — Шуйттанĕ юрĕччĕ-ха. Михаля арханкăль мар-и? Çавă ерихон труби витĕр кăшкăрать пуль. Ахăрсамана килмерĕ-и? — Ах, турăçăм, пӳлĕхçĕм! Пирĕн ял Шалтикасран пуç-ланнă, ахăрсамана та çавăнтан пуçланмалла тетчĕç ваттисем. — Аçтан пуçлантăр тата! Шалтикас пуянĕсенчен ытла кам çылăха кĕрет? — Пăхăр-ха, чăнах та, тамăк труби çухăрать! Чулçырма чăвашĕсем çак çĕршыва куçса килсен тин вырăс тĕнне йышăннă. Анчах чăваш туррине те мансах кайман-ха вĕсем. Йывăр килсен, сăпатсăр пӳлĕхе те асăнаççĕ. Виçĕ сăпатлă вырăс турринчен çапах хытăрах шикленеççĕ хăйсем. Ерихон труби çинчен те илтнĕ. Вăл тĕнче пĕтес умĕн кĕрле пуçламалла. Акă хайхи кĕрле те пуçларĕ вĕт. Хăй хĕрлĕн-саррăн, симĕссĕн-кăваккăн ялкăшать. Тĕрлĕрен сăрă ярăмĕсем каçхи хĕвел çутипе тамăк çулăмĕ пек те курăнса каяççĕ. Труба ани-çăварĕ урапа кустăрми пысăкăш. Пĕчĕкçĕ чӳречерен епле хĕсĕнсе тухма пултарнă-ши? Вĕреçĕлен мăйĕ евĕрлĕ трубан кĕпçи таçта шалта. Кĕпçерен вĕрекен арханкăлĕ те çавăнтах — пĕчĕк пӳртре пулас. Пуян çуртне кăмăлламан-ха Михаля арханкăлĕ, Тайман Сахарĕн пӳртне пырса кĕнĕ. Куншăн тĕлĕнме кир-лĕ мар. Ахальтен-и Тайман Сахарне тепĕр чух Çветтуй Сахар тесе чĕнеççĕ. Халăх кĕске те анлă урам варринчи çăл тавра сурăх кĕтĕвĕ пек чышăнса кĕпĕрленнĕ. Тамăк трубинчен хăраса ӳкнĕ çынсем кĕтӳ варринелле тăрăнма пăхаççĕ. Майĕпе айванрах карма çăварсем ĕрлешекен пӳрт еннелле çывхара пуçларĕç. Те арханкăль сасси йăвашланчĕ, те çыннисем хăюланчĕç — малтисем чӳрече умнех пырса тăчĕç. Труба пĕр самантлăха чарăннă вăхăтра пӳртре çын сĕрлени илтĕне пуçларĕ. Ĕçкĕ мар-и кунта? Чăнах та ĕçеççĕ вĕт Сахар пӳртĕнчисем. Арханкăльне те кăшт сыптарчĕç пулас — вăл трук хĕрĕнкĕллĕ савăк сасăпа юрласа ячĕ: Ехал с ярмарки ухарь купец, Ухарь купец — удалой молодец… Урамри çынсем кулкала пуçларĕç. Пĕр шур сухал çилĕпе лач! сурчĕ те: «Арханкăль сасси мар ку — усал сасси. Çветтуй Сахар йĕрĕхе парăннă», — тесе аяккалла танккарĕ. Анчах ун пек ухмах урăх тупăнмарĕ. Пурте кăшкăракан, калаçакан, юрлакан, ташă кĕвви çаптаракан тĕлĕнтермĕш труба сассине каçса кайса итлерĕç. Чаплă пӳртсем хушшинче хĕсĕнсе ларакан пĕчĕк пӳрт хуçи Тайман Сахарĕ йĕрĕхе парăнман та, эрехе парăннах ĕнтĕ. Эрехĕ те йĕрĕхренех пуль çав. Ялта хальччен чиперех пурăннă Сахар, амăш вилсен, час-часах сыпкала пуçларĕ. Асĕпе те тайăнман-и çак? Хитре Чулçырмана пăрахса, ялтан таçта тухса каясшăн. Хулара икĕ лашаран пĕрне сутса янă та граммофон туяннă. Ун пек тĕлĕнтермĕш хаклă та усăсăр япалана ялти пуянсем мар, Куçминккари купцасем те туянман-ха. Çав тĕлĕнтермĕш япалана пула Тайман Сахарне ют енне ăсатма пĕтĕм ял пухăнчĕ. Ыран-паян вăл пушкăрт ялĕсем урлă, нимĕç колонийĕсем урлă Пасарлăяла тухса каять. Халăх пӳртре те лăках иккен. Савăк хуçа хăнасене сăйлама арăмне хушнă та, хăй лакпа витнĕ, тимĕр трубаллă тăваткал ещĕк умĕнче ларать. Граммофон сасси ял тăрăх ян кайтăр тесе, трубине малтан урама йăтса тухнă, унтан кĕпçине чӳречерен чиксе, ещĕк çумне майлаштарнă. Халăх çавна пĕлмест, тимĕр тухатмăш хăех чӳречерен пуçне кăларнă та çăварне ытлашши карса янă тесе шутлать. Этем пек калаçма пултаракан япала çăварне карса яма пултараймасть-и вара? Труба кĕрлеме чарăнсан, хуçа ещĕк çинчи хура икер-чине тепĕр май çавăрса хурать те ещĕкĕн çутă аврине çавăркаласа илет. Труба вара каллех кĕрлеме тытăнать. Хуларан Сахар хăйĕнпе пĕрле хăна илсе килнĕ. Самлей чăвашĕ вăл, Кăяш Тимкки. Тĕнче куркаланă çын. Тĕрмере те ларса курнă. Лаша вăрланăшăн мар, çын вĕлернĕшĕн мар хупнă ăна — халăха пăлхатнăшăн. Халĕ Тимккине хурăнташ-хăмăр палласшăнах мар. Тайман çын мĕн хăтланнине пăхса тăмасть, хăйĕнле хăтланать. Самлей чăвашне Чулçырмара хăнана чĕннине çырлахман вăл, хăйпе пĕрле Пасарлăяла куçса кайма сĕннĕ: «Самлейне ан таврăн, унта каллех сана сутакансем тупăнĕç», — тенĕ. Тахçантанпах туслă вĕсем, пĕрне-пĕри лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа хуçа чаплă хăнине черкке сĕнмерĕ — пачах ĕçмест Кăяш Тимкки. Ак халĕ те ыттисем сетел хушшинче эрех сăрăхтараççĕ, ку граммофон пластинкисемпе айкашса ларать. — Ак çакна юрлаттарса пăхар-ха, — тет Тимкка. — Çак вырăсран хăватлă юрлакан тĕнчере урăх çук. Шаляпин. — Чухлатăп, Федор Иванчă ятлă вăл, — тĕлĕнтерчĕ хуçа хăнана. — Ман Ваççа пуçана ун Василий ятлă шăллĕпе салтакра паллашнă. Аташĕпе пĕрле чаплă юрăçă патĕнче хăнара та пулкаланă, вăл юрланине те илтсе курнă. — Блоха-ха-ха, — ахăрать тамăк труби, урамри халăха култарать. Халăх кулма пуçларĕ пулсан, ахăрсамана килмест вара. Анчах ялта пĕр çыншăн çутă тĕнче чăннипех хупланма пуçланă. Тайман Сахарĕн вунă çулхи ывăлĕ Рамаш улăха лаша кайса янă хыççăн киле чупса таврăнатчĕ. Ашшĕ хуларан илсе килнĕ труба этем пек калаçнине итлесе кур-ман-ха вăл, çавăнпа васкарĕ. Çырмавăррине çитсе кĕрсен, темле хĕрарăм хăрушă сасăпа кăшкăрса янине илтрĕ Рамаш. Пăсара Макарĕ арăмне урама çӳçрен сĕтĕрсе тухнă та чыша-чыша кӳпкет. Хĕрарăм кăшкăрайми пулса çул çине тĕшĕрĕлсе ансан, Пăсара Макарĕ Марье инкене, хырăмĕ çине сике-сике, урапа таптама тытăнчĕ. Рамаш çухăрса ячĕ, алăри патакпа Пăсарана пуçран çапрĕ те анатри кĕпер еннелле чупрĕ. Пăсара хăйĕн усал ĕçне пăрахсах харсăр ача хыççăн ыткăнчĕ. Тытсан вĕлеретех ачана. Тытатчĕ те пуль, анчах шухă ача, кĕпер патне çитсен, йăпăрт çеç куçран çухалчĕ. Макар, тĕлĕнсе, урлă-пирлĕ пăхкаларĕ. Кĕпер леш енчи халăха курсан, тем юнаса мăкăртатрĕ те каялла танккарĕ. Рамаш пӳрте пырса кĕрсенех ашшĕ асăрхарĕ ăна: — Рамаш, эс купца пулап терĕн вĕт. Ак сана — ухăрь купца. Ташла! Çак кĕвĕпе ташлаймасан, купца пулаймастăн! Рамаш вырăнтан хускалмарĕ. Пĕр вăхăт тутине сик-теркелесе тăчĕ-тăчĕ те йĕрсе ярас пек сасăпа: — Ташламастăп, — терĕ. — Унта, ав, Пăсара Макарĕ Марье инке çинче ташлать… Усĕрĕлнĕ ашшĕпе хăнасем Рамаш куççульне курмарĕç, унăн сăмахĕсене те илтмерĕç. Кăяш Тимкки ура çине сиксе тăчĕ, ачана алăран çавăтса, пӳртрен тухса кайрĕ. Тайман Сахарĕ ывăлĕпе тусĕ тухса кайнине сисмерĕ. Вăл хăйĕн калаçакан машинипе калаçса юлчĕ: — Мĕн пулчĕ сана, ухмах? Чăвашла юрлама пĕлместĕн. Вырăсла та чипер юрлами пултăн. Тепĕр хут ярса пăхас-им? Машини малтан чиперех пуçлать: «Ехал с ярмарки ухарь купец, ухарь купец, удалой… » Çапла юрласа ярать те, малалли «Молодец» сăмаха ниепле те çавăрса калаймасть, «мо-ло… мо-ло… мо-ло» тесе хуçине йĕкĕлтеме тытăнать. Миçе хут çĕнĕрен пуçласан та, çав «мо-ло, мо-ло-ран» иртеймест. — Тем çитмест ăна, Сахар хăта, — терĕ вара пĕр вырăсла пĕлекен чăваш. — «Мало, мало» тесе кăшкăрать вĕт, сахал çавăртăн пуль. Тата çавăрса пăх-ха. Хуçа çилленсе çитрĕ, граммофон аврине вăйпа çавăрма тытăнчĕ. Вара лакпа сăрланă ещĕкре темĕскер çат! турĕ те вĕреçĕлен пек чашкăрса илчĕ… Çав вăхăтра Кăяш Тимкки, ача сăмахне хăвăрт ăнланса илнĕскер, Рамаша алăран çавăтса, кĕпер урлă чупса каçнă. Чулçырма çыннисене самлейсене пĕлнĕ пекех лайăх пĕлет çав ăнăçсăр çын. Пăсара Макарĕ кăшт сыпсанах арăмне хĕнеме тытăнать. Эх, мăнтарăн хĕрарăмĕ, мĕн чухлĕ тӳсетĕн эсĕ! Хăçан-ши сан шăпу çăмăлланĕ?.. Çапла шухăшласа пыракан çын çумри ачан алли чĕт-ренине сисрĕ. Ачи халь-халь макăрса-çухăрса ярас пек. Пăсара Макарĕ урам варринче хăрушшăн курăнса выртакан Марье инкене çаплах çӳçĕнчен туртса каллĕ-маллĕ сĕтĕрет. Рамаш ĕсĕкле пуçларĕ. Тимкка ачана пуçран шăлчĕ те, Рамаш аллине вĕçертсе, малалла чупрĕ. Шалтикаса кайман е унтан таврăннă кӳршĕсем аякран пăхса тăраççĕ, пырса хутшăнма хăраççĕ курăнать. Кăяш Тимкки, чупса çитсенех, Пăсарана пилĕкрен çавăрса тытрĕ. Лешĕ, ӳсĕр пулин те, палларĕ ют ял çыннине, вăйлă ытамран вĕçерĕнме тапаланса кăшкăрчĕ: — Сан мĕн ĕç пур кунта, ристант! Ан çыхлан луччă, каллех тĕрмене хуптарап сана. Малалла ĕçсем хăвăрт пулса иртрĕç. Тимкка чышки-семпе сулкалакан çынна хулпуççи çине çавăрса хучĕ те картишнелле утрĕ, лере ăна тăм кĕлете кĕртсе пăрахрĕ, алăкне тул енчен çаклатса хучĕ. Лешĕ унта тулăксăр çуйăхма тытăнчĕ… Тимкка урама чупса тухрĕ те вилнĕ пек выртакан хĕр-арăм ал тымарне хыпашласа тупрĕ, урамра тăракан çын-сене хăй патне чĕнсе илчĕ — Пулăшăр-ха, тăванăмсем, Марьене пӳрте йăтса кĕрсе вырттарар. Мĕскĕн хĕрарăма йăтса кĕрекенсем тупăнчĕç. Вара Кăяш Тимкки Рамашпа канаш тытнă пек калаçа пуçларĕ: — Халь тата мĕн тăвăпăр-ха? Куçминккана пульницана леçсе хăварăттăмăр — çул çинче вилсе кайма пултарать. Акă мĕн тăвăпăр: чуп, Рамаш, ман сăран хутаçа илсе кил, кĕлетре вăл… — Пĕлетĕп, — терĕ те Рамаш кил еннелле тапса сикрĕ. Самлей чăвашĕ вара хапха умне пухăна пуçланă çынсемпе калаçма тытăнчĕ: — Мĕскĕн Марьене вилĕмрен çăласчĕ, тăванăмсем. Кам та пулин лаша кӳлсе Лешеккине кайса килĕр-ха. Ятрус учителе илсе килĕр. Вăл çеç Марьене çăлма пултарать. — Чухлатпăр. Унран лайăх тухтăр тĕнчере çук. Унăн кашни çын валли вилĕ шывпа чĕрĕ шыв пур, — терĕ таçтан килсе тăнă юмахçă Шатра Микка. — Эп кайса килĕттĕм те, лашам çук. Кӳршĕсем пурте лашисене улăха янă пуль. Тахăшĕ аса илчĕ: — Ара, Макарăн хăйĕн лаши килтех пулмалла. Анчахрах вăл таçтан тĕрлеттерсе таврăнчĕ. — Мĕн таçтанĕ! Хупахранах ĕнтĕ, — мăкăртатрĕ Марье пекех упăшкинчен шар куркаланă, пĕтĕрĕнчĕк сăнлă хĕрарăм. — Кӳлĕр, кӳлĕр лашине. Макартан хăраса ан тăрăр. Эпĕ ответлă пулăп, — васкатрĕ çынсене Кăяш. — Юрĕ. Эпĕ те ответлă пулăп вара, — терĕ картишнелле ярăннă юмахçă. Ĕçсем çапла майлашкаланă çĕре Рамаш сăран хутаç йăтса килчĕ. Вара Кăяш Тимкки пӳрте кĕчĕ. Рамаш урама юлчĕ, çынсем калаçнине итлесе тăрать. — Тĕнчере пĕр ырă çын та пулин тупăнчĕ. — Кам вăл, ăçтисем? — Кăяш Тимкки, Самлей чăвашĕ. Анчахрах тĕрмерен тухнă, тет. — Мĕншĕн тĕрмене лартнă-ши çавăн пек лайăх çынна? — Халăха лайаххи влаçшăн начар пулать. Усал ĕç тунăшăн лартман ĕнтĕ. Ахальтен мар Кăяш ятлă вăл. Кăяш тени пушкăртла хĕвел тени пулать. Пушкăртсем çапла ят панă ăна. Усал çынна ун пек ят памĕччĕç. Рамаш çак сăмахсене ĕмĕрлĕхе астуса юлчĕ. Хитре ял Чулçырма Тук ятлă чылай пысăк юханшыв çинче ларать. Тук шывĕ ытти юханшывран юласшăн мар. Унăн сылтăм енĕ — çыранĕ — сăртлă, сулахай енĕ — катари Урал тăвĕсен кĕçĕн юппи. Тук сăртлăх çумĕпе йăпшăнса юхать, анчах вырăнĕ-вырăнĕпе вăл, темиçе çухрăм аяккалла пăрăнса, вăрман, улăх е шурлăх валли ирĕк вырăн хăварать. Хушăран ту йăранĕпе юханшыв хушшинче тăваткалрах тӳрем лаптăксем тĕл пулкалаççĕ. Чулçырма çавнашкал лаптăк çине килсе ларнă. Малтан куçса килекенсемшĕн лаптăкĕ тăвăр пулман. Тĕрлĕ хуралтăсем валли те, пахча е анкарти валли те вы-рăн çителĕклĕ пек курăннă. Анчах ялĕ ӳснĕçем ӳснĕ. Анкартисем сăрт çине куçнă, улма пахчисем — хире. Халь ĕнтĕ кунта ялăн малалла ӳсме — сарăлма вырăн çукпа пĕрех. Кăнтăр енчен Тук çыранĕ — чăнкă çыран — чарса тăрать, çурçĕр енчен — сăртлăх, тухăç енчен шурлăх та ейӳ çаранĕ, анăçран — ейӳ вăрманĕ. Çитменнине, çак пысăк мар лаптăка пĕчĕк юхан çырман тарăн варĕ çурмалла çурнă. Çĕнĕрен пӳрт лартакансем аптранипе хăшĕ тăвалла сарăлма пахнă, хăшĕ шурлăхлă вырăнсене хупăрла пуçланă. Виçĕ пĕчĕк урам хутшăннă вара: Тукасси, Шурлăхкасси, Киреметкасси. Урам тени кунта шутсăр нумай: Малтикас, Шалтикас, Тăвайкки, Тӳрурам, Тĕплĕурам, Çырмапуçĕ, Çырмавăрри, Хĕрлĕçыр… Вĕсем хулари евĕрлĕрех — урлă та пирлĕ. Çавăнпа вырăссем Чулçырмана тăрăхласа Китай-город теççĕ. Урамĕсем вăрăмах мар. Чăн вăрăмми — Малтикас. Вăл ытти чăваш ялĕсен тĕп урамĕ пекех хуркайăк çулне тĕллесе çурçĕртен кăнтăралла тăсăлнă. Ял ятне пĕчĕк юхан çырма ятне кура панă. Юхан Чулçырма ту хушшинчен тухса, ял урлă та çыранланса юхать, ял варринчех пысăк шыва юхса кĕрет. Чулçырма юххи, аякран пăхсан, хăвалăх йăрăмĕ пек çеç курăнать. Çав «хăвалăх» патне çывхарсан тин куратăн: варта çырма хĕррипе ӳсекен ват йăмрасен тăрри вăл. Чулçырма варĕ урлă ял картинчех икĕ кĕпер туса лартнă. Çурхи шыв кĕперсем таран тулса хăпараймасть. Çавăнпа кĕперĕсене çирĕп, яланлăха тунă. Вĕсен хушши — Малтикас тăршши — çухрăма яхăн. Таврари чăвашсем çак хĕсĕк вырăнта ларакан Чулçырмана хитре ял теççĕ. Ялĕнчен ытла тавралăха кăмăлланипе çапла калаççĕ пуль. Чăн та: ял илемĕ — ытарайми тавралăхра. Сăртлăх çумĕпе тухăçран анăçалла юхакан Тук шывĕ (лăпкă, анлă та тарăн шыв) ялтан виç-тăватă çухрăм тăвалларах кăнтăралла пăрăнать те, вунă çухрăмлă кукăр туса, каллех сăртлăх патне çывхарать. Çав пысăк кукăрта шултра вăрман кашлать, Вăрманпа сăртлăх хушшинче — улăх, ейӳ çаранĕ. Çурхи шыв чаксан, улăхĕ урса кайса ешерет, каçса кайса чечекленет. Икĕ юханшыв. Икĕ вăрман (тухăçрипе анăçри). Чулçырма варĕн икĕ енĕпе икĕ сăртлăх. Ял варринчех икĕ кĕпер. Икĕ вĕçре икĕ тăрă çăлкуç. Ял çывăхĕнчи улахра икĕ кӳлĕ… Çутçанталăкăн пуянлăхĕсем пĕр ялшăн ытлашши те мар-и? Ялĕ те иккĕ çав… Ун пирки — каярах. Ял çывăхĕнчи икĕ кӳлле асăнтăмăр. Кунта пулăçсем çеç çӳрекелеççĕ. Сунарçăсен савăнăçĕ — тăват-пилĕк çухрăмра, шыв арманĕ леш енче. Унта — катари улăхра — пысăк мар çавра кӳлĕсем шутсăр. Темиçе çухрăма тăсăлакан ансăр та тарăн Аслă кӳлĕ те çав енчех. Кашни кӳлĕре кайăк кăвакал вĕресе тăрать. Тук шывĕ кăнтăр енчен юхса, яла сăртлăх çумне хĕссе хăварнă хыççăн каллех анăçалла, пĕр вунă-вунпилĕк çухрăм ытлашши пăркаланмасăр юхать. Анатри вăрман йăрăмĕ анлă мар, анчах вĕçсĕр: çуран çӳресе вĕçне тупаймăн. Ку еннелле сунарçăсемпе пулăçăсем çӳремеççĕ. Анатра кӳлĕ çук, Тук хĕррине пулла ларма чăтлăх витĕр тухаймăн, тухсан та ăнăçлă вырăн тупаймăн. Анатри вăрмана ача-пăчапа хĕрарăм вăрманĕ теме пулать. Кунта тĕрлĕрен çырла йăтăнса ӳсет. Аташса кайма та май çук: пĕр енче сăртлăх, тепĕр енче юханшыв. Вĕсен хушши — вăрман анлăшĕ — чĕрĕк çухрăмран ытла мар. Çак вырăна чăваш тахçанах килсе лариă. Куçса килнĕ чух хăйĕн авалхи туррисемпе йĕрĕхĕсене те манса хăварман. Хир еннелле килнĕ пулин те, чăваш çынни юханшывпа вăрман çумне пырса çыпçăннă, турă валли те, киреметшĕн те çывăхрах ăнăçлă вырăн тупнă. Чӳккукри — ял вĕ-çĕнчи ăвăслăхра, Киремечĕ — Çĕлен тăвĕн аркинчи шур-лăхлă хăвалăхра. Ялта кашни урамрах темиçе çăл пур. Çăлĕсем тарăн мар, шывĕ тутлă. Çапах çимĕк кунĕ çитсен, çамрăк хĕрсем, хул урлă кĕвенте çакса, шăвăç витресене шанкăртаттарса тата тутлăрах шыв ăсма инçе çула каяççĕ: мал енчисем — мал енне, Киремете, анатрисем — анаталла, Хĕрлĕçыра. Ял икĕ вĕçĕнчи çăлкуç шывĕ тасаран таса, тутлăран тутлă. Сăмах майăн вырăссене асăнтăмăр. Асăнмаллах çав. Вĕсем çывăхрах пурăнаççĕ — Тук шывĕн тепĕр енче. Влаçсемшĕн Чулçырмапа Лешекки пĕр ял пек шутланать. Ял ятне хут çине Каменка тесе çыраççĕ. Чăваш кунта мала-рах килсе ларни çавăнтанах курăнать ĕнтĕ. Чăвашла — Чулçырма, вырасла — Каменка. Çапах ялăн тĕсĕ-пуçĕ вырăс енче — чиркĕвĕ те, шкулĕ те, хупахĕ те. Ял старости те яланах вырăсран. Чулçырмапа Лешекки хушши çухрăм ытла. Вырăссем шыв çумнех килсе ларайман. Тук сулахай енĕ — ейӳ çыран. Вăл тепĕр çул çимĕк тĕлне те типсе çитеймест. Çавăнпа çуркунне нумай вăхăт Тук урлă паром çӳрет. Çăва тухнă тĕле тин тарăн та анлă шыв урлă вăхăтлăх кĕпер туса лартаççĕ. Яланлăх кĕпер тума май çук. Çуллен çурхи шыв кĕпере çĕмĕрсе хăварать. Шыв урлă пурăнакан чăвашсемпе вырăссем ытти чух пĕрне-пĕри палласах кайман. Курасса та вĕсем пĕр-пĕрне чиркӳре, хупахра е тата Куçминккари пасарта çеç куркаланă. Анчах çулталăкра пĕрре чăвашпа вырăса, ялĕпе тенĕ пек пухăнса, пĕрле ĕçлеме тивнĕ. Ун чух вара паллашни те, хирĕçни те, çапăçни те пулнах. Вырăс староста лешеккисене ĕçе тухма хистесех каймасть. Вĕсем кĕпер тунă çĕре сахаллăнрах тухаççĕ. Чулçырмасем çавна курмаççĕ мар, çапах шарламаççĕ-ха, юпасем лартиччен, каштасем хуриччен шăппăн мĕшлеткелесе ĕçлеççĕ. Акă ĕнтĕ юписем те, каштисем те хатĕр. Кĕпер урайне сармалли кăна юлнă… Шăп çак самантра ялан кĕпер инкекĕ пуçланса каять. Виçĕ-тăватă чăваш (чăрсăртараххисем) юпа-кашта тăрăх сиккелесе Лешеккине каçаççĕ, ста-ростăпа ӳпкелешсе хирĕçме пăхаççĕ. Лешĕ сухалне сиктерсе кăшкăрать, тимĕр патакпа юнама тытăнать. Тата те-миçе чăваш туса çитермен кĕпер урлă сиксе-чупса каçать. Староста сехри хăпнипе çухăрса ярать: — Кра-ву-ул, чăвашсем мана çапса вĕлереççĕ! Вырăссем кам малтан патак çĕкленине кураççĕ-ха. Старостăна «çăлма» васкамаççĕ. Анчах вырăс хушшинче çапăçма хатĕррисем те пур. Староста вĕсене унчченех пĕрер черкке сыптарнă. Çавсем, ĕрлесе, чулçырмасене тăлпалама тытăнаççĕ. Çапăçу пуçланатех… Тепĕр кунне кĕпер урайне сарма никам та тухмасть. Староста чăваш енне каçма шикленет, лешеккисене хистеме мар, хăех чарать: — Хăйсем айăплă. Хăйсемех туса пĕтерĕç. Кĕпер вĕсене кирлĕрех, — тет. Чăнах та çанла ĕнтĕ: кĕпер чулçырмасене кирлĕрех. Ăçта каяс тесен те — чиркĕве, хупаха, пасара, хулана, ытти чăваш ялĕсене хăнана — малтан кĕпер урлă каçмалла. Пĕр-ик кун иртсен, чăвашсем хăйсемех тăрлавсăр кĕпере вăйăн-шайăн туса пĕтеркелеççĕ. Кайран çăвĕпех чăвашсем те, вырăссем те (вĕсен те Тук урлă лашапа каçмалли тупăнатех) шăтăк-путăклă кĕпер çинче урапа çĕмĕрнĕ, тепĕр чух лашисене те амантнă. Çапăçушăн та, çĕтĕк кĕпершĕн те влаçсем чăваша айăпланă. Айăпĕ чухăна тивнĕ ĕнтĕ. Пуянсем кĕпер тума та тухман (тарçăсемпе парăмлă чухăнсене ĕçлеттернĕ), вырăссемпе те хирĕçмен. Влаçпа майлаштарма та пĕлнĕ вĕсем, Лешеккинчи пуянсемпе те туслă пурăннă. Хитре ялта çулленех çакăн пек киревсĕрлĕх пулкаланă çав. Кĕркунне, канас каçсем çитсен, ял çине тепĕр тĕрлĕ илем анать: яш-кĕрĕмшĕн улах илемĕ, ыттисемшĕн (ватти-вĕтти таран) — юмах илемĕ. Чулçырмара чăн ăста юмахçă — Шатра Микка, лутрашка, шĕвĕр пуçлă, хĕсĕк куçлă, кĕрнексĕр чăваш. Анчах вăл «Пурăннă, тет, пĕр патша» тесе çăвар уçсанах, кĕрнеклĕ сасă кĕрлеме тытăнать. Сăмах асамçи вара хăй те юмахри хитре те паттăр çын пек курăнса каять. Микка юмахĕсем пурте патшапа ун маттур ывăлĕнчен е хитре хĕрĕнчен пуçланаççĕ, анчах малалла юмахçă яланах хура халăх ывăлне паттăра кăларать. Ялта Шатра Микка юмахне итлесе курман çын çук. Улахри хĕрсемпе каччăсем çеç юмах янă çĕре ăнтăлмаççĕ. Вĕсемшĕн маттур каччăсем, хӳхĕм пикесем юмахра мар, улахрах тупăннă. Анчах çулталăкра пĕрре, Çĕнĕ çул каç, хĕрсем пĕр пӳртре сурхури пăтти пĕçернĕ вăхăтра каччăсем тепĕр пӳртре юмах итлесе ларнă. Сурхури юмахне яма вĕсем никама та мар, Шатра Миккана чĕнтернĕ. Миккан юмах хутаççи нихçан та иксĕлмен. Яш-кĕрĕм валли вăл тата хитререх, чуна нăлхатакан, ĕмĕте хус-катакан юмахсем тупать. Çав каç юмахçă патшапа ун ывăлне-хĕрне асăнман, хура халăх ывăлĕсемпе хĕрĕсем çинчен юмахланă. Пуринчен ытла икĕ юмах яш-кĕрĕме хумхатнă. Пĕри вăранмасăр çывăракан Улăп çинчен, тепри çывăрма пĕлмен Кĕвентеллĕ хĕр çинчен. Пĕр паттăр Улăп тăван халăха ирĕке кăларма шухăш тытнă, халăх тăшманĕсене çĕнтерме ĕмĕтленнĕ, анчах усал-тĕсел йĕрĕхĕсем ырă çынна мар, ăна пуймăрлакан усал çыннах пулăшнă. Йĕрĕхсем çав Улăпа ĕмĕр вăранайми çывăрмалла тухатса хунă. Амăшĕ хӳхлесе макăрни те, ывăлĕсем кăшкăрса ĕсĕклени те вăратайман Улăпа. Пĕр çемье хуйхи мар, пĕтĕм хура халăх хуйхи çеç ăна вăратма пултарнă. Халăх куççулĕ юхан çырма пек юхсан, тăварлă юхăмсем пĕрлешсе хăватлă кĕрлекен пысăк юхайшыв пулса тăрсан, çав юханшыв Сарă ту аркинчи тĕпсĕрлĕхе çĕр çĕмĕрттерсе тапса ансан тин вăранать-мĕн Улăп. Вăранать те, тăшмансене çĕнтерсе, хура халăха ирĕке кăларать… Юмах итлесе ларакан яшсен куçĕсем ялтăртатаççĕ, юн вĕре пуçлать. Тепĕр чух, хĕрсем те юмах итлеме пырсан, Микка пичче Кĕвентеллĕ хĕр çинчен юмахлать. Елĕк-авал пĕр чăваш ялĕнче тăлăх хĕрача пурăннă. Çитĕннĕçемĕн сар чечек пек сарăлса хӳхĕмленнĕ вăл, шăпчăк пек юрлама вĕреннĕ. Анчах тăлăх хĕрĕн шăпи мĕскĕн пулнă. Хăй юратнă каччă ăна пусмăрлама тапăннă, кайран хĕр çинчен усал сăмах сарнă. Куштан хуçа хĕре пусмăрлама пăхнă. Хуçа арăмĕ ăна турчăкапа е кĕвентепе хĕненĕ, кăнтăрла хирте ĕçлеттернĕ, каçхине пахча шăварттарнă. Пĕррехинче мĕскĕн хĕр юханшыв хĕрринче тулли витрисене кĕвентепе çаклатса хул çине çакнă хыççăн шыври ылтăн уйăх çине пăхса йывăр шухăша кайнă. Çав вăхăтра ун хыçĕнче ура сасси илтĕннĕ. Хĕр ирсĕр шухăшпа ăна йĕрлесе килнĕ хуçана палланă та: «Уйăх, уйăх, ырă ылтăн уйăх, çăл мана ирсĕр хуçапа усал каччăран, хăвпа пĕрле пĕлĕт çине хăпарт», — тенĕ те, кĕвенти-витрипех уйăх çине тĕллесе шыва сикнĕ… Ылтăн уйăх йышăннă мĕскĕн хĕре, хăйие пĕрле пĕлĕт çине илсе хăпартнă. Çавăнтанпа Кĕвентеллĕ хĕр тулли уйăх çинче пурăнать, пĕлĕтрен çĕр çине пăхса е савăнать, е хурланать. Мĕскĕн хĕрсене хӳтĕлет вăл, чăрсăр каччăсене чарать, савакан чĕресене пĕрлештерет. Кĕскен каласан, юмахĕсем çапларах. Анчах Шатра Микка каланă чух вĕсем кĕскелме те, вăрăмланма та пултарнă. Кашнинчех юмахçă çĕнĕрен çĕнĕ витĕрӳллĕ сăмах тупса хĕрсене йĕртнĕ, каччăсене ассăн сывлаттарнă. Тулли уйăхлă уяр каç пулсан, сурхури пăтти хыççăн хĕрсем-каччăсем урама тухса, ылтăн уйăх çине пуç каçăртса пăхатчĕç, уйăх çинчи Кĕвентеллĕ хĕре паллатчĕç. Тепĕр чух, Улăп çинчен юмах итленĕ хыççăн, пĕр-пĕр йĕкĕт юмахçа хупăрлатчĕ: — Микка пичче, сан Улăпу хăçан та пулин вăранĕ-ши? Тен, халиччен вилнĕ те пуль вăл? — Вилмен! — кĕрлетчĕ хулăн сасă. — Халăх паттăрĕ нихçан та вилмест. Вăхăт çитсен вăранатех вăл. Чăваш календарĕ Кăçал, пĕлтĕр, виçĕмçул… Темиçе çул унчченрех пулнине пĕр сăмахпа калаймăн. Иртнĕ кунçула виçелеме пире календарь пулăшать. Тĕттĕм чăвашăн календарь тени пулман. Çут тĕнче хăçан пуçланса кайнине çĕнĕ заветпа та, киввипе те шутлама пĕлмен вăл. Çапах иртнĕ вăхăта картлама пулăшакан пĕр тĕрлĕ «календарь» пулнă-ха унăн та. Вăхăт паллисем пурнăçрах тупăннă: ĕне пăрулани, лаша туянни, хĕр качча пани, ывăл авлантарни. Хĕрарăм тесен, вăл хăй çĕнĕ çын пулнă куна асра тытнă, çав кунран пуçласа виçеленĕ кунçул юххине. Пĕтĕм ялшăн та асра юлакан паллăсем тупăннă: вут тухни, тырра пăр çапни — выçлăх çул, Тук шывĕ çӳллĕ çырантан тухни — тырпул тухăçлă пулнă çул… Тепĕр чух пĕр-пĕр мыскара та ялйыша иртнĕ вăхăта картлама пулăшнă. Ун пек мыскара ытларах Шалтикасра çăварни эрнинче е хĕллехи туй вăхăтĕнче пулкаланă. Çăварни хăнисем Чулçырмана таçтан та килеççĕ. Хитре ялта çăварни те хитре иртет, уйрăммăнах — çăварни эрнин юлашки виçĕ кунĕ. Ун чух пĕтĕм ял çăварни чупать, çичĕ эрнене типпе кĕрес умĕн асăнмалăх çуйăхса-савăнса юлать. Кам Чулçырмара çăварни чупса курман, вăл çăварни савăнăçне пĕлмест те. Ытти ялта пĕртен-пĕр вăрăм урам тăрăх вĕçрен вĕçе çăварни чупаççĕ. Ун пек чупма кансĕр. Майлă та, хирĕç те чупакансем пĕрне-пĕри чăрмантараççĕ. Çунасем çапăнаççĕ, тӳнсе каяççĕ, лашасем тăварăнаççĕ… Чулçырмара апла мар. Çăварни лашисем пурте умлă-хыçлă пĕр еннелле — хĕвеле хирĕç — чупаççĕ. Çăварни çу-лĕн вĕçĕ çук: икĕ кĕпер урлă каçса, яла ункăласа чуп та чуп: Шалтикас — Анатри кĕпер — Çырмавăрри — Малти-кас — Тури кĕпер — Тăвайкки — Чалăшурам — Тӳрурам — Шалтикас. Ют çын Чулçырмара çăварни чупиă чух, темиçе урам витĕр тухса, тăруках пĕтĕм ялпа паллашать. Тен, вăл кашни хапха умне тухса тăнă пикесене курма ĕметленет пуль. Çук, паян вĕсене хапха умĕнче кураймăн, пурте çăварни чупаççĕ вĕсем. Хĕрупраçа курас тесен, ху Шалти-касра çуна çинчен сиксе ан та кĕпер патĕнче пăхса тăр. Кĕпер ансăр пулнăран кунта пурте лашисене утăпа яраççĕ е савçимех чарăнса черет кĕтеççĕ. Тепĕр чух Шалтикас чышăнсах ларать. Çăварни чупакансем çуна çинчен анса юрлама-ташлама тытăнаççĕ. Çакăнта хĕр суйлама кил вара. Мăрзабай Павăлĕ — ятлă çын, Шалтикасра, Хаяр Макарпа юнашар пурăнать. Юлашки вăхăтра старшинара çӳрет вăл. Ялта питех кураймăн ăна. Анчах пысăк праç-ник çитсен, Куçминккаран киле таврăнатех, кашни уява тăван ялта чăваш йăлипе ирттерме тăрăшать. Кăçал çăварни хăнисем таçтан та килнĕ ун патне: Лешеккинчен — ял старости Фальшинпа Анчиков тиечук, Куçминккаран — Белянкин мишавайпа вулăс писăрĕ Пахарев, Пасарлă ялтан — Тайман Сахарĕ… Елĕк «йăваш чăваш» тенинчен урăх сăмах илтеймен Тайман халь хăюланса, вырăсланса кайнă. Тăван яла хăнана килсен, хурăнташсем патне мар, Шалтикас пуянĕсем патне кĕрет, Мăрзабайпа вара питех те туслă. Ытти чух белянкинсем, фальшинсем паллашмĕччĕç унпа, халĕ, чаплă хуçа патĕнче пĕрле хăна пулнипе, ирĕксĕрех йышăнаççĕ ăна. Анчах лешĕ паллă вырăссем хушшинче именсе-мĕскĕнленсе лармасть, хăй вырăса йĕкĕлтеме пăхать. Акă вăл Фальшинпа юнашар ларчĕ. Ĕлĕкех юратмастчĕ Сахар çак чурăс вырăса. Халь, кăшт херĕнкĕленнĕскер, ăна сăмахпа чĕпĕтсе илесшĕн: — Сан хушамату, Никон Иванч, калама çук тĕрĕс. Аттерен туянтăн-и эс ăна е ху шухăшласа тупрăн-и? Чăн та фальшивăй çын эсĕ. — Ан çыхлан! — чашкăрать Фальшинĕ. — Ӳсĕр эс, ухмах. Мĕн лапăртатнине ху та пĕлместĕн. — Пĕлетĕп! — тет Сахар, куçне вылятса. — Хушамату тĕрĕс тетĕп-çке. Суя çын эсĕ… — Çапах та çын, этем! — çилĕпех кăшкăрать вырăс — Паллă çын. Ял пуçĕ!.. Эсĕ ху вара çын пулса та çитеймен-ха. Лаша сутса граммофон илекен çын çын-и вăл! Хуçана кӳрентерес килмест. Атту пулсан… — Ан чăркăшăр, хаклă хăнасем, — хутшăнать яланах сăпайлă калаçакан Мăрзабай. — Кунта пурте ман хăнасем, тивĕçлĕ те хисеплĕ çынсем. Захар Матвейч шӳт туса калать вăл. Эс, Никон Иваныч, шӳтле сăмахшăнах ан çиллен ĕнтĕ. Тĕрĕс калатăп-и, Фадей Панфилч? Белянкин кулам пекки тăвать, анчах чăркăшакан чăваш çине мăнкăмăллăн куçне хĕссе пăхса илет. Фальшинĕ кăркка пек хĕрелсе-кăвакарса кайнă, хирĕçме мар, тытăçма та хатĕр. Хуçи вара ура çине тăрать. — Тепĕр тĕрлĕ сăйпа сăйласшăн эп сире, хаклă çыннăмсем. Атьăр-ха, чăваш тĕнчи тавра çаврăнса килер, çынсемпе пĕрле çăварни чупар. Кам Китай-городра çăварни чупса курман, çав çăварни савăнăçне тутанса та пăхман. Хĕрĕнкĕ хăнасем картишне тухаççĕ. Çимун йĕкĕт лаша кӳлет. Мăрзабай мучăш ăна мĕн пĕчĕкрен пăхса ӳстернĕ. Çамрăкла вăхăтсăр вилсе кайнă ун ашшĕ, Мăрзабай Павăлĕн шăллĕ. Тайман Сахарĕ Фальшйнпа çыхланмасть урăх. Халĕ вăл Анчиков тиечука хăрах алăпа ыталаса илчĕ. — Эпĕр санпа, Петр Федотăч, чиркӳре пайтах юрланă. Атя-ха мăн сасăпа юрă пуçласа яр. — Ан аташ, Захар Матвейч. Ял çинче çăвар карни килĕшмест мана. Хăвах пĕлен, эп чиркӳ çынни. — Çăва патне, апла пулсан! Сансăр та юрлама чухлатпăр. Савăк кăмăллă Сахар, тӳмелемен кĕске кĕрĕк аркине сирсе, аллисене хыçала тытать те пуçне ухса юрласа ярать: Наверх вы, товарищи, все по местам! Последний парад наступает. Врагу не сдается наш гордый «Варяг», Пощады никто не желает. Белянкин чăваш юрланине тĕлĕнсе кайса итлет, унтан хуçана кăлт тĕртсе калать: — Пăх-ха эс ăна! Пасарлăялта якалкаланă сан Тайманкку, вырăсран ирттересшĕн. Çĕнĕ юрă юрлать. Вырăс халăхĕн хальтерех сарăлнă патриотизмлă юрри! — Тайманкка мар ĕнтĕ вăл халь. Тайман! Асту: тайман. Никам умĕнче пуç тайман тени пулать вăл. Анлантăн-и? — тет хуçа, чăваш хăнипе мухтанса. — Анлантăм та… питех мар, — мăкăртатать халь вырăс. Хăй каллех Сахар еннелле темшĕн куçне хĕссе пăхать. Анлă та тарăн хуçан çуни. Çапах Мăрзабай хăнисем пуртех шăнăçаяс çук ун çине. Мучăшне Çимун çавăн пирки асăрхаттарать. — Шăнăçатпăр. Ура çине тăрса çăварни чупатпăр: алла-аллăн çыхланса, пĕрне-пĕри ыталаса. Чăвашпа вырăс туслă пулнине пурте курччăр, — тет уçă кăмăллă хуçа. Хăнасем, виçшерĕн икĕ ĕрет пулса, çуна çине тăраççĕ. Ларкăч çине, кучер вырăнне, Çимун йĕкĕт ларнă. Яр-уçă хапхаран çӳрен урхамах ташласа тухать. — Малтисенчен ан ирт, çăварии туйне пăсас мар, — хушать хуçа Çимуна. Унтан Сахарпа тиечука хистет: — Атя, Сахар, чăвашлине юрласа яр. Эсĕ те, Петр Федотыч, юрла. Ан пăшăрхан. Çăварни кун юрланăшăн çылăх пулас çук. Çимуна та шутласан, çиччĕн пулчĕç вĕсем. Вырăспа чăваш шăп çурмалла. Анчиковне çурри вырăс, çурри чăваш теме пулать. Юрлаççĕ Мăрзабай хăнисем — чăвашла та, вырăсла та. Хăйсем савăнаççĕ, çăварни халăхне савăнтараççĕ. Шалтикасра Хаяр Макарăн хапхи те яр уçăлчĕ. Пуян хуçа кĕвĕçет. Ун патне катари хăнасем çӳремеççĕ. Ялтисем те çӳресех каймаççĕ. Чăлах алăллă вырăс лавккаçăпа ĕçме таçта та ĕлкĕрнĕ Самана Тимĕркки çеç паян çĕрме пуяна чыс тунă. Виççĕн иртенпех çуйăхса ĕçеççĕ вĕсем. Хуçа, ӳсĕрĕлнĕ пулин те, кӳршĕри сасăсене кĕвĕçсе тăнлать. Мăрзабай хăнисем картишне тухсан, вăл та хăйĕн хăнисене пӳртрен хăваласа кăларчĕ. Лешсем юрланине илтсен, кусем те юрларĕç. Мăрзабай çăварни чупма тухнине курсан, Макар та пар лаша кӳлме хушрĕ. Хапхаран тухсанах, ĕрĕхтерчĕ Макар пар лашана: Мăрзабай урхамахне хăваласа çитcе, ăна кая хăварса, кӳршĕсенчен пăрăнакан мăн кăмăла хур кăтартас. Анчах Макарăн хуçа пекех кутăн лашисем кĕпер енне чупмаççĕ, темшĕн Тӳрурам еннелле, юхăма хирĕç ыткăнаççĕ. Усĕр хуçа шухă лашисене çăварлăхлама маннă, халь тилхепене унталла-кунталла тулăксăр турткалать, хаяррăн кăшкăрса пичеврине те, тĕприне те пушăпа ăшалантарать. Хирĕç килекенсем урама ансăрлатнă тĕлте хуçи пекех урса кайнă лашасем, çунасене çапăнса, такам вĕрлĕкне çĕмĕрсе, пĕр уçă хапхаран кĕрсе каяççĕ, анчах… тĕпри — пысăк хапхаран, пичеври — пĕчĕк хапхаран. Çуни унчченех тӳнсе кайнă. Аçта хуçи, ăçта хăнисем — мур пĕлет!.. Çăварни халăхĕшĕн камит. Кайран ватти-вĕтти те çапла калаçнă вара: — Хăçан пулнăччĕ-ха çав япала? — Ара, астумастăн-им? Хаяр Макарăн пичеври кĕçĕн хапхаран кĕрсе кайнă çул. Тайман Сахарĕ таçта пурăнса та чулçырмасене вăхăт паллисем тума вăй çитнĕ таран пулăшать-ха. Пĕррехинче вăл пĕчĕкçĕ кăвак лашапа Чулçырмана хĕллехи туя килчĕ. Лашине хăй анчахрах туяннă-мĕн, ун йăли-еккине те пĕлсе çитеймен-ха. Ку енче чăваш туйĕсем çур уезда кĕрлеççĕ. Ялта хĕр çураçас, хĕре ял çыннине качча парас йăла çук кунта. Хĕр шырама чулçырмасем кăнтăралла, ытти чăваш ялĕсене каяççĕ. Таврара çирĕмрен ытла вĕсем. Чулçырмана та евчĕсем çирĕм ялтан килеççĕ. Хĕлле е çулла туй вăхăчĕ çитсен, туй ураписем-çунисем унталла та кунталла куçаççĕ-шăваççĕ… Урапаллă е çуналлă туя тепĕр яла туй пуçĕ ертсе каять. Вăл — малти, унран никам та иртме пултараймасть. Тайман Сахарĕ туй Якальне кайнă чух çав йăлана пăсмарĕ-и! Инкек. Çитменнине, туй пуçĕ никам та мар, Хаяр Макар пулнă. Сахар Пасарлăялтан Чулçырмана килнĕ чухнех кăвак кĕсрен чурăс еккине кăшт асăрхапăччĕ. Çавăнпа вăл пуринчен кая юлса çула тухрĕ. Çул айккипе юр тарăн пулнăран, ун пĕчĕк лаши малтан чиперех юртнă, пăркаланман, малтисенчен иртме пăхман. Куçминккаран иртсен, тайлăмрах вырăнта çул якалса кайнă. Юр кунта питех купаланман. Çавна хуçинчен малтан лаши асăрханă, вăл, аяккалла карт! пăрăнса, малтисене кая хăвара пуçланă. Хĕрсе кайнă лашана хуçа хайхи нимпе те чараймасть. Туй çыннисем пĕчĕк йăпăрти кĕсререн кулаççĕ, хуçинчен тăрăхлаççĕ. Тепри Сахаршăн шикленсе асăрхаттарать: — Асту, Сахар пичче, туй пуçĕнчен иртсе ан кай! Вĕлеретех вара сана Хаяр Макар. Сахарĕ хăй те хыпăнса ӳкнĕ-ха. Шуйттан кĕсри тем кăтартĕ! Сахар чурăс лашана чарас е сăрт çинелле пăрас тесе тăрмашать, лешĕ хуçине мăшкăлах тăвасшăн çав. Макарăн ăратлă лашине тăшмана хăваланă пек хăваласа çитет те юнашарах чупать. Хаяр Макар, кăвак сухала кисрентерсе, пушăпа юнаса, усал сăмах кăшкăрать. Çав самантра Сахара тем пулать. Вăл тăрук тилхепене пушатса кĕсрене çурăм тăрăх çатлаттарать те куян ĕрленĕ пек шăхăрса-çухăрса илет, тата, каялла пăхса, ашкăнчăк сасăпа кăшкăрса хăварать: — Хăваласа çит, Хаяр Макар! Кун пек мăшкăла Хаяр таврашĕ тӳсеймĕ вара. Макар, уласа-мĕкĕрсе, хура турă урхамаха пушăпа ăшалантарать. Сахарăн кĕрнексĕр кăвак кĕсри тинех хуçи унпа пĕр туйăмлă пулнине сисет, куян кашкăртан тарнă пек çул тăрăх тăсăлса, çавраçил кăларса, малалла ярăнать. Якальне Сахар туй пуçĕнчен пĕр вунă-вунпилек минут маларах пырса кĕчĕ. йĕр çухатма вăхăт çителĕклĕ. Вăл лашана чармасăр, Самлейне каякан çын пек, ял витĕр вĕçтерчĕ те анкартисем хушшипе Весукка çулĕ çине тухрĕ. Умра та, хыçра та лаша çук. Кăвак кĕсре лăпланчĕ вара. Весуккана çити йăвашшăн юртрĕ. Сахаршăн пурĕ пĕрех. Кунта та туй… Анчах… чĕре лăпкă мар. Емĕрлĕхе тискер тăшман туянчĕ вăл. Халь Чулçырмана пырса ан кĕр ĕнтĕ. Ай, шуйттан кĕсри! Кĕсри çеç мар-ха. Хăй тата мĕне кура ашкăнса кайрĕ. Якаль çывăхĕнче Якаль хĕрĕн (Сахарăн вилнĕ амăшĕн) вĕри юнĕ чĕрене пырса тапрĕ пуль. Çавăнтанпа Сахар Чулçырмана çӳреме пăрахрĕ. Анчах чулçырмасем ăна хăйне мар, унăн пĕчĕк кăвак кĕсрине те манман: «Хаяр Макарăн ăратлă ăйăрне Тайман Сахарĕн пĕчĕк кĕсри хур тунă çул пулнăччĕ çав ĕç», — тесе асăнаççĕ. Вăхăт палли — маякĕ татах нумай. Анчах кĕçех çав-нашкал вак-тĕвек паллăсем вырăнне пĕтĕм халăхшăн пĕр пысăк паллă сиксе тухрĕ, хурлăхлă паллă: «Ерман вăрçи пуçланнă çул». Тайман Сахарĕпе Хаяр Макар тепĕр ултă çултан тин, урăх тĕрлĕ туйра, тĕнче туйĕнче, пĕрне-пери тĕл пулчĕç. Ку туйра та вĕсем пĕр-пĕриншĕн тăшмансем иккен. Çав туй пирки вăрăм юмах-сăмах пуçлар, эппин. I. Хĕрлĕ ялавпа ылтăн хĕрес Трашук Виççĕмĕш çул пыракан вăрçă вăйпитти арçынсене хирнĕçем хирет. Вунсаккăртан иртнĕ, хĕрĕхе çитеймен арçын ялта юлмарĕ. Нумайăшĕ киле нихçан та таврăнаймĕç: пĕрисен ячĕсене килйышсем поминальника «за упокой» çырса хунă, теприсене ниçта çырма аптраççĕ — те сывлăх, те канăçлăх сунмалла «песвĕç» çухалнисене. Çамрăк хĕрарăмсем йĕреççĕ, ватăлса пыракан хĕрсем хуйхăраççĕ. Емĕр тăлăх пурăнма пӳрнĕ вĕсене. Хĕр улахĕсем те тăлăха юлнă. Каччă сасси янрамасть унта. Хĕр сасси те шăплансах ларнă. Тăп-шăп мăн улахра. Йĕке сĕрлени те уççăнах илтĕнет. Çитĕннĕ хĕрсен пурнăçĕ кичем. Çитĕнмен каччăсен пурнăçĕ вара питех те савăк. Хăть хăш улахра та вĕсем — кĕтнĕ хăна. Тантăшсем кăна мар, аслисем те (аккасем) вĕсене хăйсен каччисем вырăнне хурса кăмăллăн йышăнаççĕ. Вунулттăри йĕкĕтсем сăмса каçăртса çӳрекен пулчĕç. Çăпата Михалин пĕртен-пĕр ывăлĕ Трашук та вунçичче пуснă. Кăлкан çӳçлĕ, кăвак куçлă йĕкĕт. Пĕвĕ çулĕнчен те маларах çитĕннĕ. Кĕлетки патвар, кăмăлĕ ырă. Маттур каччă, сарă каччă. Хăюлăхĕ çеç сахалтарах унăн — те çĕрпӳртре пурăннăран, те ытла йăваш каç çуралнăран… Ана çитĕннĕ хĕрсем тахçанах асăрханă, çултан тухнисем те кăмăллаççĕ. Анчах çав маттур йĕкĕте çулла çеç ялта курма пулать. Шăп улахсем пуçланас умĕн ялтан тухса каять вăл, Куçминккара вĕренме пуçлать. Улах каччи пулса курман-ха Трашук. Трашукпа пĕрле Куçминккара вĕренекен Чее Миття, Хаяр Макар ывăлĕ, майра хĕрсен улахне çӳрет. Трашук çӳремест. Ытла йăваш пулнăран та мар, каччă пуçпа кашни каç килте ларма урăх сăлтав пур унăн. Юратать вăл, пĕр хĕре ĕмĕрлĕхе юратса пăрахнă. Хăех пĕлет: шанчăксăр, тулăксăр япала вăл — ун юратăвĕ, Мăрзабай хăйĕн хĕрне нихçан та чухана качча парас çук. Трашукĕ те ун пирки ĕмĕтленмест. Наçтук ятне ăшра çеç асăнса çунать йĕкĕт. Юмахри пек е кĕнекери пек пулинччĕ! Кĕнекере мĕскĕн чухăн каччă та тепĕр чух телей курать. Трашукăн кĕнеке вуласа «телей курасси» çеç ĕнтĕ. Кĕнеке пархатарне мĕн ачаранах туйса илнĕ Трашук. Вăл Чее Миття пек пуян ачи пулсан, хулана кайса çитмĕл çичĕ кĕнеке туянĕччĕ. Ма-ха çитмĕл çиччĕ çеç? Чăвашсен сăмахĕ çапла. Шутсăр нумай тенине пĕлтерет ĕнтĕ ку. Чăнах та, мĕскĕн чăваш çитмĕл çиччĕрен ирттерсе мĕн шутлатăр? Укçа-и? Выльăх-чĕрлĕх-и? Çĕрме пуян Хаяр Макарăн та сурăх йышĕ-шучĕ хĕрĕхрен ытла мар. Çук, çитмĕл çиччĕ мар, çĕр кĕнеке, пин кĕнеке туянĕччĕ Трашук. Пин кĕнеке! Çав кĕнекене пулах пуçланса каймарĕ-и çамрăк йĕкĕтĕн чĕре çунтармăш инкекĕ? Вăрсă пуçланнă çул Трашук ялти шкултан нохвальнăй лист илсе вĕренсе тухрĕ. Ятрус учитель хистенипе Çăпата Михали ывăлне Куçминккари ултă çул вĕренмелли «двухкласнăй» шкула яма килĕшрĕ. Ачи те малалла вĕренесшĕн çунать. Çăвĕпе кĕнеке вуласа вырăсла лайăхрах вĕренесчĕ тет. Анчах çăвĕпе вулама кĕнеке çук. Учитель кĕнекисене веçех вуласа тухнă. Мăрзабай килĕнчисене вуласа пăхасчĕ, урăх ниçта та тупаймăн. Çавсем патне кайса кĕнеке ыйтма йăлăнчĕ Трашук ашшĕне. Михаляпа Мăрзабай Павăлĕ ача чух туслă пулса та курнă. Халĕ те Мăрзабай ютшăнмасть пек, анчах Çăпата Михали пуян куçне кĕресшĕн мар, ун патне пĕр-пĕр япала е тырă кивçен ыйтма кайса курман. Паян каймаллах пулчĕ. Ывăлне вĕрентесшĕн вăл тем тума та хатĕр. Ачине те хăйпе пĕрле ертсе кайрĕ. Чаплă хуçа, кайри пӳрте тухса, «авалхи тусĕпе» чылай вăхăт калаçса ларчĕ. Трашука похвальнăй лист илме тивĕç пулнăшăн, вулама юратнăшăн мухтарĕ. «Вĕрент ачуна, Михаля, пĕр-пĕр тиечук и учитель нулĕ. Вĕреннĕ çынсем чăвашран сахал-ха», — терĕ тата. Çавăнтах Наçтукне кăшкăрчĕ. Шалти пӳртрен хĕрача килсе тухрĕ. Трашук, пуçне çĕклесе, уи еннелле пăхма именчĕ. Пĕлет — хуратутлă, шĕвĕр сăмсаллă, çинçешке хĕрача. Трашукпа пĕр çулхн. Шкулта пĕрле вĕренме пуçланăччĕ. Кайран ашшĕпе Куçминккара пурăннă вăл, юлашкн вăхăтра хулара, гимназире вĕреннĕ. Ана курманни икĕ çул нулать ĕнтĕ… — Пĕр-пĕр кĕнеке тупса пар Трашука. Сунтăх уççисем çӳлĕк çинче выртаççĕ, — терĕ ватти. Наçтук, сылтăм урине çĕклесе, пукан çине ярса пусрĕ. Çав вăхăтра Трашук хĕрача еннелле пăхса илчĕ, тĕлĕнсе кайрĕ. Наçтук уринче вăрăм кунчаллă сарă сăран пушмак. Сарă кантрапа кантраланă. Кантри кăна мĕн тĕрлĕ. Çăпата кантри мар!.. Ун чух вĕсем иккĕшĕ те вунвиççĕре пулнă. Пушмакĕ çеç мар асра юлчĕ: шăнкăртатакан шăнкăрч кулли, чĕвĕлтетекен чĕкеç сасси. Икĕ çул хушшинче хĕрача йăлтах улшăннă. Капăр тумне пăхсан вара, ку хĕрача ялта пурăнакан Наçтук мар, кĕнекери е хулари хитре пике тейĕн. Кĕнеке суйланă чух вĕсем шалти пӳлĕмре иккĕшех пулчĕç. Наçтукĕ пĕр именмесĕрех куçран чăр пăхса илет. Калаçнă чух та Трашук пек вăтанса тытăнса тăмасть. — «Родная речь» е «Живое слово» кирлĕ сана? Вуласа йăлăхтарнă? Ме, апла пулсан, хăвах суйласа ил, — çапла каларĕ те хĕрача сунтăх патĕнчен пăрăнчĕ. Трашук чĕнме сăмах тупаймарĕ, шăппăн мăшлатса, кĕнеке шыра пуçларĕ. Икĕ кĕнеке суйласа илчĕ вăл. Пĕри чылай хулăн, тепри çӳхерех. Кĕнекисене курсан, Наçтук куллине шăн-кăрав пек шăнкăртаттарчĕ, тăрăхларах çапла каларĕ: — Тупрăн та! Кăсене ваттисем вулаççĕ. Юрĕ, эппин, Трашук мучи. Вула. Тен, ман атте пекех ăслă пулса кайăн. Асту, Тимуш пичче пек ухмаха ан ер! Кĕнекисем пĕри «Столыпин» ятлă, тепри «Демидовы» ятлă пулчĕç. Çавăнтанпа Трашук çак хăюллă хĕрачапа урăх калаçса курман. Урамра тĕл пулсан, Наçтукĕ, кӳпшем тутине пĕркелесе: «Ухмаха ермерĕн-и, Трашук мучи?» — тесе чĕнет те ихĕлтетсе илет. Трашук, хирĕç сăмах чĕнмесĕр, пуçне чиксе иртсе каять. Анчах Наçтук Трашука пĕччен чух çеç çапла саламлать. Çын çинче курмасть, «палламасть» вăл ăна. Трашук уншăн кӳренмест, кӳренме мар, ăшра тав тăвать. Наçтук сăмахне ытти ачасем илтнĕ пулсан, вăл ĕмĕрлĕхе ял çинче «Трашук мучи» ят туяинă пулĕччĕ. Чулçырмара çынна тепĕр чух ачаллах хушаматлă ят параççĕ. Улаха çӳрекен хĕрсем-каччăсем хушшинче вара икĕ ятлисем пайтах: Шăнкăрчă-Анук, Мункун Миккулĕ, Чĕкеç-Сантрук, Качака-Матви, Каçăр Натали, Чее Миття… Ятне пуп панă, мăшкăллă хушаматне — ял. Час-часах ял çинче çуралнă суя ят чиркӳ кĕнеки çине чăн хушамат пулса çырăнать. Çапла Хаяр таврашĕсем кĕнекере Хаяров хушаматпа çырăннă, Мăрзабайсем — Мурзабаев, Таймансем — Тайманкин хушаматпа. Вырăс пуп пуян чăваш-сене çеç хисеп тăвать: пуян Хаяра Хаяр-ов тесе вĕçлет, чухăн Таймана вара Тайманов тесе мар, Тайманкин тесе çырать (мăшкăллăрах пултăр тесе — «Тайманкка» ятран). Трашук ашшĕн «хушамачĕпе» çех çӳрет-ха: «Çăпата Михали ывăлĕ». Хаяр Макар ывăлĕ вара хăйне евĕр ят туяннă: Чее Миття. Трашук малтан Куçминккара çав Чее Миттяпа пĕр хваттерте пурăнчĕ: хăй ирĕкĕпе мар, Хаяр таврашĕ ăна хăйпе пĕрле пурăнма чĕннĕрен те мар — Мăрзабайăн «ырă» кăмăлне кура. Старшинара çӳрекен Мăрзабай Павăлĕ ял çинче пуриншĕн те ырă çын иек курăнасшăн. Çавăнпа вăл чухăн ачине, пуян ачипе пĕрле тăрантас çине лартса, Куçминккана хăйпе пĕрле илсе кайнă, иккĕшне те пĕр хваттере, шкулпа юнашар пурăнакан иĕлĕшĕ патне вырнаçтарнă. — Тату пулăр яланах, — тенĕ Мăрзабай ачасене, — вĕренĕр, пĕрне-пĕри пулăшăр. Эс, Миття, чухăнран ан пăрăн, чухăнлăх сиен мар вăл. Эс те, Трашук, çавăн пирки ан ман, уруна çăпата сырнăшăн ан вăтан. Хваттершĕн тӳлеме кирлĕ мар. Хуçапа хамах майлаштарăп. Анчах Трашук пуян ачипе пĕрле нумаях пурăнаймарĕ. Чее çыннăн усалĕ те час палăрать. Малтан чиперех пурăнчĕç вĕсем. Айван Трашук лешĕн чеелĕхне сисмерĕ, унпа ытлашши шанса калаçрĕ, хăй Мăрзабай патне кĕнеке илме кайни çинчен те каласа пачĕ. Çавăн чух Наçтукăн сарă пушмакĕ пирки те асăнчĕ пулас. Çавăншăн кĕçех ӳкĕнмелле пулчĕ унăн. Пуян ывăлĕ Трашука нимех те тумарĕ пек, анчах сăмах майăн Мăрзабай хĕрĕсене иккĕшне те тем тĕрлĕ хурласа, мăшкăлласа пĕтерчĕ. Ирсĕр сăмах калама та вăтанса тăмарĕ… Хĕллехи каникула каяс умĕн Трашук хăйне валли урăх хваттер тупас терĕ. Пĕлет-ха вăл: хваттершĕн тӳлеме ашшĕн укçа та, тырă та çук. Çавăнпа хваттер шырама юриех катари чухăн вĕçе кайрĕ, килĕрен çӳресе йăлăнчĕ: — Хĕллехи вăхăта хваттере ямăр-ши мана? Тӳлеме укçа çук та… ĕçлесе татăлăп. Вутă касма, выльăх пăхма, курăм турттарма, юр тасатма, кăмака хутма, ача пăхма пултарап… — Хĕлле хамăр та ĕçсĕр аптратпăр, — терĕç ăна арçынлă килте. — Тепле. Ют çынна хваттер яма хăнăхман эпир. Шыраса пăх, тен, кам та пулин йышăнĕ, — терĕç теприсем. Ĕмĕчĕ татăлнăччĕ Трашукăн. Хуть куллен Чулçырмаран Куçмииккана çуран танкка, хуть вĕренме пăрах. Мĕн пулсан та, ĕлĕкхи хваттере таврăнмасть вăл, чее те усал ачапа пĕрле пурнаймасть. Каникул пуçлансан та тăван яла васкамарĕ Трашук, каллех çине тăрса хваттер шырарĕ. Юлашкинчен анкарти хушлăхĕнче пĕр уйрăм ларакан вăрăм тăм пӳрте асăрхарĕ. Кунта та малтан йышăнмарĕç ăна. Чăлах алăллă вырăс Трашук хăйĕн сăмахĕсене кĕлĕ вуланă евĕр йăлăнса каланă хыççăн труках хирĕç чĕнмерĕ. Ним илтмен çын пек пуçне чиксе ларчĕ-ларчĕ те, тин ассăн сывласа: — Çук, ача. Ют çынпа айкашма май килмест пирĕн, — терĕ. Çав вăхăтра шалти пӳртрен упăшки пекех салху сăнлă майра тухрĕ. Ку ача мĕн пирки килнине пĕлсен, майра сасартăк хӳхлесе ячĕ: — Турă сана пирĕн пата çул кăтартрĕ пуль, ачам. Ан хăвала ăна, Степанушка, пурăнтăр. Вăл пирĕншĕн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Миттяй вырăнне пулĕ. Миçере эс, ачам, мĕн ятлă? Пирĕн мĕскĕн ывăлăн тантăшĕ пулас… Çапла Трашук хăйне валли тинех ăнăçлă хваттер тупрĕ. Чее Миттяран уйрăлни пур енчен те лайăх пулчĕ. Хуçисем Трашук ашшĕ-амăшĕ пекех чухăн пурăнакан çынсем, вăтанса-туса тăмалли çук. Ерçнĕ вăхăтра Трашук вĕсене ĕçре пулăшкалать: вăрмана вутă касма кайса килет, выльăх валли анкартинчен утă-улăм турттарать, кирлĕ пулсан, кăмакине те хăех хутса ярать. Хуçисем, сасар-тăк ачасăр юлнăскерсем, тăван ывăл вырăннех юратса пăрахрĕç кăмăллă та ĕçчен ачана. Каçсерен Трашук кĕнеке тытса ларать. Хăшпĕр чух вăл хуçисене, вĕсем иккĕш те килте пулнă вăхăтра, юмах кĕнеки вуласа парать. Сăвăласа çырнă кĕнекесене те шеп вулать Трашук. Кашни сăмаха пĕр такăнмасăр вырăс пекех уççăн янраттарать. Анчах Трашукăн хуçасенчен вăрттăн ĕç те пур. Вăл çывăрма выртас умĕн яланах çыру çырать — Наçтук патне. Пĕр каç çырать, тепĕр каç вулать. Вулать те… çурса тăкать. Хĕлĕпех çапла: çырать те çурать, çырать те çурать… Мĕн кăна çырмарĕ-ши Трашук Наçтук патне çак икĕ çул хушшинче! Çырăвĕсем, çурман пулсан, пĕр кĕнеке пулĕччĕç. Чăвашла та, вырăсла та çырнă. Чи пирвайхи çырăвне халĕ те астăвать. Вăл çапла пуçланатчĕ: «Беру перо в руки, пишу письмо от скуки. Перо мое по бумаге заскрипело, сердце во мпе заболело». Сăмахĕсене хăй пуçĕнчен шухăшласа кăларман. Вырăс ачисем хушшинче унăн юлташ пур — Вася Черников. Çавăн аккăшĕ патне хуларан пĕр каччă çыру çырса тăрать. Вася пĕррехинче аккăшĕн çырăвне тупнă та Трашука вуласа панă. Çав çыру пуçламăшне астуса юлнă пирĕн каччă. Юлашки вăхăтра ытларах чăвашла çырать Трашук. Çырма çавах та хăй юлташĕн аккăшĕ патне такамран килекен çырусем тăрăх вĕренет. Пĕр çырăвне пĕтĕмĕшпех сăвăласа çырнă хулари çыруçă. Çырăвĕ пит хитре пек туйăнчĕ Трашукшăн. Сăмахĕсем епле! «Писать красиво не умею, листок украсить не могу. В любви открыться я не смею, но познакомиться хочу». Наçтук патне чăвашла çакăн пек çырсан мĕн пулĕ-ши? Икĕ каç тертленчĕ каччă. Чăвашла та хитре тухать иккен. Чĕре çуннă чух тем те çырма пултаратăн. Акă мĕнле пулса тухрĕ çыру пуçламăшĕнче: Хитре çырма пултараймарăм, Хуратрăм шурă хутăма. Савни тесе чĕнме хăймарăм, Анчах манман-çке эп сана… Яланхи пекех, Трашук тепĕр каç хăйĕн çырăвне темиçе хут вуласа тухрĕ те… çурса тăкмарĕ. Те çырăвĕ чăнахах хитре тухнăран, те ӳсе киле каччăн хăюлăхĕ хутшăннăран — паян Трашук урăх шухăш тытрĕ: мĕн пулсан та, ку çырăва Наçтук патне ярса памаллах. Хальччен чĕлхе çавăрса калайманнине, ан тив, хут каласа патăр. Кĕтери Ирхине ăнăçсăр каччă çав шухăшпах вăранчĕ. Анчах ку тарăхтармăш çырăва мĕнле майпа ярса парас-ха? Наçтук пĕлтĕрсенчи пек хулара вĕренет пулсан, почтăпа çыру ярасси ним марччĕ. Çук çав, кăçал Павăл мучи юратнă хĕрне темшĕн хулана вĕренме урăх ямарĕ… Паян ытларикун-çке — пасар кунĕ. Чулçырмасем пасара лăк килеççĕ, салтак арăмĕсем сакăр çухрăма çуранах çӳреççĕ… Ай, чăнах та! Салтак арăмĕсем! Вĕсем мана яла-нах çыру çырма йăлăнатчĕç. Паян эпĕ вĕсене йăлăнса пă-хăп. Шанчăклăрах хĕрарăма тĕл пуласси çеç… Шкула каяс умĕн çак шухăшсем хупăрларĕç труках теветкелленсе кайнă каччă пуçне. Иккĕмĕш урок хыççăн Трашук, учительтен ыйтса, пасара тухса уттарчĕ. Ял варринче виç-тăватă лавкка тавра халăх хĕвĕшет. Кунĕ уяр. Хĕвел аванах ăшăтса пăха пуçланă. Урамри юр сарăхнă, тачкаланнă. Тимĕр витнĕ лавккасен тăрринчен тумламсем патлатса ӳкеççĕ. Çуркунне çывхарать. Те хĕвел кăмăллăн пăхнăран, те каччă чĕри хăюланнăран, Трашукăн паян юрлас килет, юратас килет. Трашук юратать. Наçтука юратать, пĕтĕм çут тĕнчене юратать… Унталла утнă чух çаплаччĕ, ĕмĕтсем çунатлăччĕ. Каялла таврăннă чух ĕмĕт-çунатсем шанса ларчĕç, çут тĕнче тĕксĕмленчĕ, Наçтук сăнĕ таçта, тĕтреллĕ инçетре çухалчĕ. Мĕскĕн каччăн утти те ват çыннăнни пек чикĕнчĕк, кĕлетки те курпунланнă пек курăнать. Мĕн пулчĕ вара пасарта çак халь кăна хастарланса утнă йĕкĕте? Нимех те мар. Кирлĕ-кирлĕ мар çынсене тĕл пулни çеç. Вĕсем ăна чухăн каччă умĕнчи çитмĕл çичĕ чăрмав пирки астутарчĕç. Çав кăна. Чи малтан ăна Хаяр Макар тĕл пулчĕ. Мăн кăмăллă пуян куçран пăхса та «палламарĕ» Трашука. Çăпата Ми-халин ывăлĕ уншăн çын та мар иккен. Куштан пуян таçталла пăрăнчĕ, çав вăхăтрах Мăрзабай мучи куç тĕлне пулчĕ. Ку паллатчĕ ĕнтĕ Трашука, алă парсах калаçтаратчĕ… Çавăнпа та йĕкĕт «ырă» пуянран хăй тепĕр еннелле пăрăнса кайрĕ. Хуçаран таракан вăрă-хурах пекех тарчĕ вăл аяккалла, халăх хушшине пулса çухалчĕ. Темшĕн ва-ра тахçан-тахçан пулса иртни аса килчĕ… Пĕррехинче Рамаш ăна Смоляков лавккаçăн пахчине кĕрсе панулми татма илĕртрĕ. Панулми! Çак ырлăх ялта ун пахчинче çеç ӳсет. Ана Трашук нихçан та тутанса курман. Анчах… вăрлама чĕнет-çке юлташ! Трашук иккĕленнине Рамаш сисмерĕ. «Эсĕ пĕр енчен, шăтăкран кĕр, эп тепĕр енчен çатан урлă каçăп. Икĕ вăрра хăваласа пĕрне те тытаймĕ хуралçă», — терĕ те юлташне, ирĕксĕрлесех шăтăкран чăмтарчĕ. Лавккаçăн аслă ывăлĕ Санька пахча хураллама шăп çак шăтăк тĕлне, улмуççи айне килсе ларнă пулнă. Анчах хăй… çывăрса кайнă мĕскĕн. Хĕп-хĕрлĕ улмасем куçа илĕртеççĕ. Виç-тăват улма татса хĕве чик те шăтăкран каялла чăм кăна! Çук, татмарĕ Трашук. Çывăракан ачаран темшĕн на-мăсланса-вăтанса кайрĕ йăваш ача. Рамаш кайран хытă вăрçрĕ: «Лавккаçăн пахчине тустарнăшăн çылăх пулмасть. Вăл хăй ял çыннисене çаратса пурăнать. Эх, тăрнай!» Тăрнайран мар-ха, çылăхран хăранипе те мар. Чун сасар-так намăсланса пăшăрханнипе çапла пулчĕ. Анчах Трашук ун пирки шарламарĕ. Пурпĕрех шухă юлташĕ ăнланаяс çук ăна. Хале те ак çапла: Трашук Мăрзабайран пахчана панулми вăрлама кĕме хатĕрленнĕ çын пек вăтанса тарчĕ. Çитменнине, хавшака йĕкĕт икĕ лавкка хушшине пырса тухрĕ, унта Мăрзабай çуни çинче хайхи Санька ларнине курах кайрĕ. Халĕ вăл Трашукран та çитĕннĕрех каччă — унран пĕр çул аслăрах. Лавккаçă ывăлне тĕл пулни йĕкĕтĕн теветкелне савçимех вĕçтерсе ячĕ. Санька хусан çунин ларкăчĕ çинче пуçне те, тул еннелле кăларнă çутă атăллă хăрах урине те ухса, шăхăркаласа ларать. Хĕлле пулин те, урине вăл вĕçкĕнленсе çутă атă тăхăннă. Мăрзабай çуни çинче хуçа пек сăмсине каçăртса ларать. Наçтук каччи мар-и çак! Сарă сăран пушмак хура çутă атă еннеллех пăхать пуль çав. Санька Трашука асăрхаймарĕ. Трашук вара, унран та нăрăнса, тинех пуçне чиксе, каялла танккарĕ. Çапла кăшт утнă хыççăн вăл хăйне хăй васкатрĕ: «Юлашки урока ĕлкĕресчĕ!» Шкул патне çывхарсан, Трашук асăрхарĕ: крыльца çинче хĕрарăм хĕвелçаврăнăш тĕшĕлесе ларать. Кĕрĕк тăхăннă. Пуçне хăмăр шаль тутри çыхнă, уринче — сапланă çăматă. Пĕрре пăхсанах паллă — куçминккасем мар, пасара килнĕ çын. Пĕр-пĕр вĕренекен ача амăшĕ пулас. Кунта Трашук пек ют ялтан вĕренме килнисем лăках. Палламан çынна мар, паллаканнине те ăнсăртран куçран пăхма именет Трашук. Крыльца çине пуçне чиксе хăпарчĕ, шкул алăкне уçса ячĕ… — Пире паллами пултăн иккен, Трашук мучи, — терĕ хĕрарăмĕ çав вăхăтра. Ах туру! Тĕнчере те пĕр çын кăна çапла чĕнет Трашука. Ку тата кам? Сассине паллаймарĕ йĕкĕт, хĕрарăм еннелле варт! çаврăнса пăхрĕ. Каччăн ăраскалĕ пур иккен. Кĕтери! Наçтукăн акамĕ. Çыру çӳретес тесен, унран лайăх почтальон тупаймăн. — Аван-и, Кĕтери! Эс кама кĕтсе ларан кунта? Мĕн çăмăлпа килсе лекрĕн? — Хĕрпе çапла калаçаççĕ-и, тăмпай? Эс каччă мар-и вара? Е эп хĕр мар-и? Сана, сана курма килтĕм, Трашук мучи. Кĕтери кăмăлне тӳрех пĕлеймĕн: те тăрăхласа калаçать, те чăннипех. Анчах ку хĕртен вăтанмасть каччи. Хăй те, хĕре курса хĕпĕртенĕ çын пек, шӳтлесе калаçа пуçларĕ: — Ак тамаша! Юриех сана тĕл пулас тесе кайнăччĕ вĕт эп пасара. Эс ху кунта килсе ларнă. Араскалăм пур иккен. — Ан суй, Трашук мучи! Эс мана тĕлĕкре те курман. Ан тун ман умра. Эс кама яланах тĕлĕкре курнине чухлатăп-çке. «Трашук мучи» тенине илтсе савăнтăн-и? Юрĕ, мучи тесе чĕнмĕп урăх. Пичче пул, эппин, маншăн. Эс чăнахах манран çур çул аслăрах. Еçпе килтĕм сан пата, Трашук. Çуранах танккас тенĕччĕ — Наçтук хăйĕн ашшĕпе лартса ячĕ. Мĕншĕн Куçминккана кайнине Наçтука каламарăм, пасарта илмеллисем пур терĕм. Юлашки сăмахсене каланă чух хĕр сăнĕ салхуланчĕ. Çĕмĕрт пек хура, çăлтăр пек ялтăркка куçĕсем тĕксĕмленчĕç. Сисрĕ Трашук: Кĕтери хăйĕн шухă кăмăлне кура çеç шӳтлесе калаçать. Пĕр-пĕр хуйхă çамрăк хĕр пуçне килсе сырнă пуль. Вăл хĕр çумнех пырса тăчĕ, йăваш сасăпа ыйтрĕ: — Мĕн, пулчĕ, Кĕтери? Каласа пар, эппин, чăнахах ман пата ĕçпе килтĕн пулсан. Хĕр сасартăк ура çине сиксе тăчĕ. Каллех пĕр хуйхă-суйхăсăр çын пек чĕвĕлтетрĕ: — Çук ĕнтĕ, Трашук пичче, эп сан патна крыльца çинче калаçса ларма килмен. Тĕлĕкре кама курсан та, паян маншăн каччă пул. Хваттерне илсе кайса чей ĕçтер, ăшăт, хăна ту. Вара ĕç пирки те калаçăпăр. Трашук шкул еннелле çаврăнса пăхрĕ. Паян урăх вĕренесси пулмарĕ иккен. Аллине сулчĕ те хĕре крыльца çинчен туртса антарчĕ. Вăхăтра хушлăха пăрăнса ĕлкĕрчĕç. Хыçлă çунапа килекен Мăрзабайна Санька вĕсене асăрхаймарĕç. Пӳрте кĕрес умĕн Кĕтери Трашука вĕренткелесе сăмахларĕ: — Асту, хуçусем умĕнче эпĕ сан йăмăку пулăп. Пĕртăван йăмăку çуккине пĕлеççĕ пуль вĕсем. Мăнаккан хĕрĕ те. Пирĕн çинчен темскер ан шухăшлаччăр ваттисем. Кĕтери шкулта пĕр хĕл кăна вĕреннĕ. Вырăсла калаçма начар пĕлет. Хăй пит хăюллă пулсан та, Трашук умĕнче вырăсла калаçма вăтанать. Чей ĕçнĕ чух Трашук тăлмач пулчĕ. Кĕтери сăмахĕсене вырăсла куçарса калать. Хуçин сăмахĕсене куçарма кирлĕ мар. Вырăсла калаçнине Кĕтери куçармасăр та чухлать. Тетя Феньăпа дядя Степа Трашук «йăмăкне» кăмăллăн йышăнчĕç, хаклă хăна вырăнне хурса сăйларĕç. Чухăн çын сăйĕ мĕн пултăр: чей, çăкăр, çĕрулми, турăх. Чи тутли — кăмăллă сăмах. Сĕтел хушшинчен тухсан, Кĕтери тĕпелти кĕтес еннелле пăхса сăхсăхрĕ те: «Спасибо, тетя Феня! Спасибо, дядя Степа!» — тесе вырăслах каларĕ. Майра кăмăлĕ пушшех çемçелсе кайрĕ. — Кунтах çĕр каçать пуль-ха йăмăку? — ыйтрĕ вăл. Трашук çăвар уçиччен маларах Кĕтери чăвашла каларĕ: — Çĕр каçать те. Кăмака çинче çывăрма юратать те. Ан тĕлĕнсе лар. Каçа хирĕç ăçта каяс ман?.. — Кăмака çине мар — хамăр вырăн çинех вырттарăпăр, кăмака çине, кирлĕ пулсан, хамăр та старикпе хăпарса выртăпăр, — терĕ кил хуçи майри. — Каçхине йăмăкна вăййа илсе тух, вырăс каччисемпе паллаштар. Эх, пирĕн ывăл вилсе кайман пулсан, халь сан пек маттур каччă пулатчĕ. Сан йăмăкна çураçаттăмăр… Шалти пӳртре Трашукпа Кĕтери иккĕшех юлчĕç. Тра-шукшăн Кĕтери чăнахах йăмăк пек туйăна пуçларĕ. Ăнчах темшĕн Кĕтери сăнĕ каллех салхуланчĕ. — Еçпе килтем терĕн-ха. Каласа пар, Кĕтери, — терĕ вара Трашук. — Аттерен çыру килми пулчĕ, — калаçу пуçларĕ Кĕтери, пуçне çĕклесе. — Сана та, сан хуçусене те вăрçă хуйхи килсе тивмен-ха. Сирĕн çемйĕртен вăрçа кайнисем çук. Ялта тăлăх хĕрарăмсем макăрса суккăрланаççĕ. Анне те куллен макăрать. Ман макăрма вăхăт çук. Хăвах пĕлетĕн, икĕ йăмăк, шăллăм пур. Вĕсене пăхса ӳстерес пулать… Çынсем аттене шыраса çыру ямалла теççĕ. Кам çыртăр? Хам çыраймастăп вырăсла. Çав çырăва сана çыртарас тесе инçе çула килтĕм. Эсĕ — кĕçех шкул пĕтерсе учитель пулас çын. Çырма чухлать пуль терĕм. Виçĕ уйăх ĕнтĕ çыру килменни. Вилнĕ е песвĕç çухалнă тесе те пĕлтермерĕç. Адресне илсе килтĕм. Çапла каланă хыççăн Кĕтери чĕрçитти кĕтессинчи тĕвве шăлпа çыртса салтрĕ те Трашук умне пĕр хут татăкĕ сарса хучĕ. Çыру çырса пĕтерне тĕле тулта тĕттĕмленчĕ. Хăй çутипе кăшт ларнă хыççăн хуçа майри самрăксене вăййа тухма хистерĕ. Урама тухрĕç хĕрпе каччă, анчах вăййа каймарĕç. — Вырăс вăййине кайса çӳрер-и? Эс, тен, пĕр-пĕр майра хĕрне юрататăн пуль. Ман мĕн тăвас вара унта? — терĕ Кĕтери. — Икĕ çул пурăнса та вăййа кайса курман эпĕ Куçминккара, — хуравларĕ каччă. Кĕтери пуçне çĕклесе уйăха хирĕç пăхрĕ. Кăшт тăр-сан, пăшăлтата пуçларĕ: «Уйăх, уйăх, ан хуплан!.. Уйăх, уйăх, ан хуплан!» Ашĕнче тата урăхла та ӳкĕтлесе пăхрĕ уйăхне: «Эй, кĕвентеллĕ хĕрĕмçĕм, илтсем мĕскĕн Кĕтери сăмахне, çавăрсам савни кăмăлне!» Уйăхĕ илтмерĕ, пĕлĕтпе хупланчĕ… Трашук хĕр чĕрин вăрттăн туйăмне сисмерĕ. Мĕскĕн каччăн хăйĕн чĕри тем пек çунать. Айван-ха каччи. Хĕрсем хăйсем те тарăхса хăшпĕр чух уйăх çине сикме хатĕррине пĕлмест вăл, кĕвентеллĕ хĕрĕн усал шăпи çинчен те илтмен. Кĕтери çыру çыртарас шухăшпа çеç килнĕ-ши вара кунта? Ялта çыру çырма пĕлекен çын çук-им-ха? Çынсем Çимук-писаре çыртараççĕ-çке… Çук, çак шухăшсем вăранмарĕç мĕскĕн каччă пуçĕнче. Пĕр шухăш çеç янраса тăрать вĕçсĕрех: «Кĕтери Наçтукăн акамĕ, Кĕтери шанчăклă çын… Анчах епле сăмах пуçлас-ши?» Хушлăх вĕçĕнче хĕрпе каччă иккĕшĕ те, ывăннă пек пулса, вĕрлĕк çумне пырса сĕвенчеç. Трашук сăмах пуçласанах, уйăхĕ пĕлĕт айĕнчен тухса таврана çутатрĕ, куçра юр йăлтăрккисем выляма тытăнчĕç. Трашук тытăнкаласа сăмахланă вăхăтра Кĕтери шурă пирпе витĕннĕ хир еннелле пăхса тăчĕ. Каччă калаçма чарăннă хыççăн та тӳрех сăмах хушмарĕ вăл. Каярахпа тин йăваш сасăпа ери-пен каларĕ: — Ятрус учитель пире пĕррехинче «Нарспи» ятлă кĕнеке вуласа пачĕ… — Эпĕ те вуланă ăна, — терĕ Трашук, Кĕтерие пӳлсе. — Вуланă та пуçа илмен, — тет Кĕтери, сассине хы-тарса. — Асту, укăлча каччи: сана та Сетнере каланă пек каласа хурĕç: «Трашук, йытă, кĕççе пит, пуян хĕрне ан хапсăн!» — тейĕç. Ватă Мăрзабайсем кăна мар, хĕрĕ хăй çапла каласран хăрамастăн-и? Ача вăхăчĕ иртсе вĕт пирĕн. Хĕрсем-каччăсем пултăмăр ĕнтĕ. Тен, Наçтукăн хăйне тайăн каччă пур пуль? Çавăн пирки шухăшласа пăхман-и эс, Трашук пичче? Кĕтери сăмахĕсем каччăн чĕрери суранне ыраттармаллах пырса тиврĕç. Чăнах та, Наçтук кăмăлне пĕлмест вĕт-ха вăл. «Трашук мучи» тесе ихĕлтетнинчен урăх ним те çук. Çавах кĕсъери çыру кĕлт тĕртсе илет хуçине: «Парса яр Кĕтерирен», — тенĕ пек туйăнать. — Мĕн пулать те мĕн килет, Кĕтери… Маншăн пĕр ырă ĕç туса пар, илсе кай çак тарăхтармăш çырăва, Наçтука кайса пар. — Юрĕ, эппин, — терĕ Кĕтери, хурланнă пек пулса, анчах çавăнтах ахăлтатса кулса ячĕ. — Хăваласа тыт мана, тытсан, илсе кайăп çырăвна, тытаймасан, хăвна айăпла! Çапла каларĕ те Кĕтери хушлăх вĕçĕпе хирелле вирхĕнтере пачĕ. Трашук, капла пуласса кĕтменскер, кая юлса вырăнтан хускалчĕ. Чупас енчен унпа хĕрача мар, арçын ача та нихçан танлашайман. Чылай кая юлса тапранни уншăн ним те мар… Акă, çул тарăн лупашка тĕлне çитсен, Кĕтери сылтăмалла пăрăнчĕ. Укес мар тенĕ пек пулса, аллисене сарса ячĕ, чупма кăшт чарăнса, сулахаялла пăрăнчĕ. Каччи шăп çав вăхăтра хĕр еннелле сикрĕ. Анчах хĕрĕ тăп чарăнчĕ те каччине пĕтĕм вăйпа кăлт тĕртсе аялалла вăркăнтарчĕ. Трашук чикелене-чикелене лупашка тĕпнех çитрĕ, тарăн юр ăшне кĕрçе выртрĕ. Хĕрĕ, кулкаласа, каялла, пӳртсем еннелле чупрĕ. Лупашкаран ĕселенсе тухса, пӳрт тĕлне çитсен, Тра-шук унталла-кунталла пăхкаларĕ. Ниçта та пĕр мĕлке курăнмасть. Чылай вăхăт пӳрт умĕнче кĕтсе тăчĕ — çук. Пӳрте кĕрсен асăрхарĕ: кĕрĕкĕ çакăнса тăрать, хăй курăнмасть. «Кăмака çине хăпарса выртнă та иккен, качака таки», — тавçăрса илчĕ Трашук. Ирхине ыйхăран вăраннă хыççăнах Трашук сĕтел çинчи хут татăкне курчĕ. Армак-чармак саспаллисемпе çырнă: «Араскална тытаймарăн, укăлча каччи. Çырăвна почтăпа ярса пар. Е манран шанчăклăраххине шыра». Хĕрлĕ ялавпа ылтăн хĕрес Трашук, çĕрпӳртре çуралнăскер, мĕн пĕчĕкренех нуша курнипе чухăн пурнăçа хăнăхса çитнĕ. Пуянлăха ăмсанман вăл, капăр тумлă тантăшĕсене кĕвĕçмен. Хăйсен çĕрпӳртне ашшĕ-амăшне юратнă пекех юратнă. Халĕ дядя Степăн тăм пӳртĕнче керменре пурăннă пек туять хăйне хăй. Çĕтĕк кĕрĕк Трашукшăн вĕр-çĕнĕ тумтиртен хаклăрах… Анчах Трашукшăн та тум пирки кĕвĕçес кун пурпĕр çитрĕ иккен. Енер Санькăна пасарта тĕл пулнă хыççăн çăпаталлă урине вăтанса асăрхарĕ вăл. Çав туйăма кĕсъери çыру хускатрĕ пуль, тата Санька… Мăрзабай çуни çинче вăл хуçа пек мăрăлтатса, шăхăркаласа ларни. Çапла иккен вăл юрату тени! Хуйхăсăр пуçа ахалех тĕрлĕ шухăшсем кĕре пуçларĕç; кирлĕ-кирлĕ мар туйăмсем те вăранчĕç. Нихçан нимрен тарăхман йĕкĕт чунĕ тарăха пуçларĕ. Кĕтери армак-чармак çырса хăварни те йĕкĕлтет: «Укăлча каччи… » Анчах кĕç пуçланса кайнă тĕлĕнтермĕш ĕçсем Трашукăн пĕчĕк хуйхи-суйхине çилпе вĕçтерсе ячĕç. Паянхи ир яланхи пекех лăпкă пуçланнăччĕ. Тетя Феня Трашука улма икерчи пĕçерсе пачĕ. Пĕлет майра: улма икерчи — чăваш ачишĕн чи тутлă сăй. Ирхи апат чух хуçи çапла каларĕ: — Улма шăтăкне ĕнер те, виçĕмкун та уçаймарăмăр. Паян уçасчĕ. Май пулсан, иртерех шкултан килме тăрăш-ха, Троша. Чăнах та майĕ кĕтмен çĕртен тупăнчĕ. Икĕ урок хыççăн аслă классенче вĕренекенсене киле ăсатрĕç. Учительсем хăйсем хушшинче тем пăшăлтатаççĕ. Ачисем те саланасшăнах мар, шкул умĕнче кĕпĕрлĕне-кĕпĕрлене тăчĕç. Вĕсем хушшинче Чее Мнття иуçне каçăртса çӳрет. Паян таçта темĕскер пулнине сисеççĕ пек ачасем, анчах тĕплĕн пĕлекеннисем çук. Трашук киле гаврăнма васканипе классем мĕн пирки пăлханнине тавçăраймарĕ. Пăсланса тăракан çĕрулми шăтăкне кĕрсе ларчĕ те Трашук витре хыççăн витре тултарса парать. Хуçи хăй шăтăк умĕнче чикарккă туртса ларать. Вăл хушăран çеç, аялалла кармашса, хăрах аллипе тулли витре туртса кăларать те майрине тыттарать, унтан каллех чикарккă паклаттарма тытăнать… Сасартăк вĕсем патне Вася Черников хашкаса чупса пычĕ. — Троша! Троша!.. Трофим Петров, ăçта эсĕ? Тух часрах, сана шкул пуçлăхĕ чĕнет! — кăшкăрчĕ вырăс ачи. — Мĕн пулчĕ вара? — ыйтрĕ дядя Степа. Хăй, Вася мĕн хуравласса кĕтмесĕрех, Трашука шăтăкран тухма пулăшрĕ. Ачасем тухса чупрĕç, хуçи йăсăрланакан шăтăк анине витме пикенчĕ. — Эх, Троша! Эс ним те пĕлместĕн. Мĕн тĕрлĕ хыпарсем! Шкул пуçлăхĕ чĕнтерет тесе хуçу умĕнче юри каларăм, — тет Вася хашкаса чупнă çĕртех. Хушлăхран аслă урама пырса тухсан, Трашук тĕлĕнсе кайрĕ: урам сăнĕ пĕтĕмпех улшăннă. Ялавсем урамра вĕлкĕшнине Трашук халиччен курман мар. Пĕррехинче Куçминккари çуртсем çинче иртен пуçласа каçченех ялавсем çакăнса тăчĕç. Пирĕн çарсем Перемышль хулине илнĕшĕн ун чухне пĕтĕм Раççей савăнать терĕç. Ялавĕсем пурте ула-чăлаччĕ. Халь хăмач пек хĕрлисем те пур. Ун чух ялавĕсем пĕр вырăнта, çуртсем çумĕнче лăпкăн чӳхенетчĕç. Паян вĕсем урам тăрăх вĕçрен веçе вĕлкĕшеççĕ. Пасар вĕçĕнчен шкул еннелле халăх çывхарать. Урам тулли халăх. Те юрлаççĕ çынсем, те тем кăшкăраççĕ — Ӳйăрса илме те хĕн. Çавăнталла чупрĕç ачасем. Трашук Чупнă çĕртех асăрхарĕ: кашни хапха умне çын тухса тăнă — ватти те, вĕтти те. Хĕрарăмсем йĕреççĕ. Айвансем, упăшкисене, ывăлĕсене, тăванĕсене кĕтсе пурăнаканскерсем, «мир» сăмахран урăх сăмах пĕлмеççе вĕсем. Тем пек кĕтеççĕ çав мире. Çавăнпа паян мĕн пулнине тĕплĕн пĕлмесĕрех мир пулнă пуль тесе савăнса макăраççĕ. Анчах мирĕ килсе çитмен иккен-ха. Çак пĕтĕм халăх антăхса кĕтсе тăракан сăмах вырăнне тепĕр сăмах сарăла пуçларĕ халăх хушшине: революци. Ку сăмах мĕне пĕлтернине Трашук чухлаймасть. Чее Миття пĕлет пулас, патак çине хĕрлĕ тутăр çыхса ялав туна та çухăракан халăх хушшинче кĕçĕн кĕрӳ пек тапăртатса çӳрет. Ялавсем йăтса, тем çухăрса пыракан халăх шкул патне çывхарчĕ. Кунта хресченсем çук — лавккаçăсем, учительсем, тĕрлĕ чиновниксем кăна. Пуринчен ытла кăшкăраканнисем иккĕн: пĕри мишавай Белянкин, тепри пуп ывăлĕ, семинарире вĕренекенскер. Хуларан киле таврăннă гимназистсем те лăках. Чее Миття, хăйпе пĕрле икĕ ачана ертсе, шкул пусмипе чупса хăпарса кайрĕ. Черников Вася та Трашука çавăнталла сĕтĕрчĕ. Пĕчĕккисем вĕренекен класра урок пырать иккен. Чее Миття класс алăкне яр уçса ячĕ. Çăварĕсене чана чĕппи пек карса ларакан ачасемпе учительницăна пăхмасăрах, вăл, тем тĕрлĕ паттăр ĕç тăвакан çын пек, парта çине хăпарса кайрĕ те стена çумĕнче çакăнса тăракан патша портретне туртса антарчĕ, унтан патша сăнне ура айне пăрахса тапта пуçларĕ. «Долой Николашку, да здравствует революция!» — тесе кăшкăрать хăй. Чее Миття ашкăннине курас мар тесе, Трашук урама чупса тухрĕ. Урамра та: «Долой! Да здравствует!» — тесе кăшкăраççĕ. Пуп ывăлĕ пукан çине хăпарса тăнă та, аллине çил арманĕ пек çавăркаласа, çăварне шапа пек карса, темĕскер кăшкăрать. Тĕлĕнмелле: приставĕ те кунтах, анчах никама та чармасть вăл. Çĕтĕкрех пальто тăхăннă мишавайпа йăпăлтатса калаçса тăрать. Хăйĕн çутă тӳмеллĕ тумтирне, çунатлă кокардăллă карттусне тăхăннă почта пуçлăхĕ, йăл-йăл кулкаласа, пуринпе те шӳт тукаласа çӳрет. Шкул умĕнче митинг туса ирттернĕ хыççăн мишавай хĕтĕртнипе пурте земски пурăнакан чул çурт умне кĕпĕр-ленсе тăчĕç. Алăкран, чӳречерен шаккаса хуçине халăх умне тухма хушрĕç. Никам та тухакан пулмарĕ. Хуçи килте çук терĕç. Вара пуп ывăлĕ хăй кĕрсе тĕрĕслес терĕ. Халăх шавласа кĕтсе тăчĕ. Семинарист пӳртрен тухсан: «Земски начальник хулана тарма ĕлкĕрнĕ», — терĕ. Çак хыпара пĕлсен, пурте чиркӳ еннелле туртăнчĕç. Халăха пуп урама тухсах кĕтсе илчĕ. Çанталăк ăшă тăнине кура, урамрах молебен ирттерес терĕ. Чиркӳ карти уине пысăк сĕтел кăларса лартрĕç, чиркӳрен турăшсем илсе тухрĕç. Пупĕ революци ăнăçлă пулса иртнĕшĕн турра тав туса молебен пуçласă ячĕ. Чее Миття кунта та ĕлкĕрнĕ. Вăл тиечукпа юнашарах тăрать. Хĕрлĕ ялавне таçта пăрахса хăварнă. Халь унăн пĕр аллинче ылтăн хупăллă евангели, тепер аллинче кадило — пупне те, тиечукне те пулăшать иккен. Молебен пĕтсен, пуп халăха лаша хӳринчен тунă мелкепе çветтуй шывĕ пĕрĕхрĕ, унтан ылтăн хĕресне сĕтел çинчен илсе çӳле çĕклерĕ. Халь çеç хĕрлĕ ялав йăтса çӳренĕ çынсем ылтăн хĕрес чуптума черетлене пуçларĕç. Трашук та черет вĕçне пырса тăнăччĕ — такам ăна алăран çаклатса аяккалла пăрăнтарчĕ те: — Ан тив, семинаристсемпе гимназистсем хĕрес чуптуччăр, сана вăл кирлех мар, — терĕ. Хайхи Ятрус учитель пулчĕ-ха çынни, Трашука похвальнăй лист параканни. Ун чух вăл Лешеккинче вĕрен-тетчĕ, халĕ Весуккана куçнă. Çавăнта ачасене вĕрентет, халăха эмеллет. Чулçырмаран инçерех те — ытти чăваш ялĕсене çывăхрах. Фрол Тимофеевич халь кăна хуларан таврăннă та шăп молебен пуçланнă самантра чиркӳ умне пырса тăнă. — Патшасăр пурăнма пуçланăранпа эрне çитрĕ ĕнтĕ, вĕсем тин çак «вак-тĕвеке» асăрханă, — мăкăртатрĕ чăвашла. — Ăçта, кам патĕнче пурăнатăн? Трашук каласа пачĕ. — Юрать. Маттур. Хаяр таврашĕнчен уйрăлни лайăх. Хăвăн хваттерне ертсе кай, эппин. Чей ĕçсе ăшăнам кăшт. Уншăн эп сана пĕр ырă хыпар каласа парăп. Трашук хăнисене хуçасем хапăл йышăнаççĕ. Ятрус лекĕре вара пĕлмен çын çук. Кашни килте вăл — кĕтнĕ хăна. Хуçа майри куççуль кăлармасăр тӳсеймерĕ: — Ырă çынсен сăмахне итлемерĕм, ухмах, ывăлăма сан патна илсе каймарăм. Кунти тухтăрсем çул çинче вилме пултарать терĕç. Вăл авă, мĕскĕн, кунта та пульницарах вилсе кайрĕ. — Турă çапла пӳрнĕ ăна, — сăмах хушрĕ ытлашши ваклама юратман упăшки те. Учитель вĕсене йăпатма-лăплантарма тăрăшрĕ. Пăртакран Ятрус Трашука хулара пĕр ырă çынпа, Тимккапа, тĕл пулни çинчен, кайран Белянкинпа вăрçса кайни çинчен каласа пачĕ: — Мана Фадей «большевик» сăмахпа хăртасшăн пулчĕ… Ватти тăрук шăпланчĕ. Сăмахне каласа çитермесĕрех чĕмсĕрленчĕ. Трашук чухларĕ: ыттине ăна ача тесе каласшăн мар иккен. Юрĕ. Тарăхакан учителĕ пулăшас кăмăлпа йĕкĕт пĕр-пĕр кирлĕ-кирлĕ мар ыйту хускатса, калаçăва урăх еннелле пăрса ярас тенĕччĕ, анчах ватти сăмахне каласа çитерчĕ-çитерчех: — Большевик ятне илтнĕшĕн кӳренмерĕм. Мĕншĕн тесен Авандеев, урăхла каласан Кăяш Тимкки, ĕлĕкрех эсер пулнăскер, халь чăн-чăн большевик пулса кайнă. — Усал сăмах мар-и вара вăл, большевик тени? — Усал мар çав. Питĕ лайăх, питĕ хитре сăмах, — терĕ учитель савăк сасăпа, унтан кăшт салхуланчĕ: — Çынни те лайăх, сăмахĕ те аван, анчах ман белянкинсемпех айкашма тивет ĕнтĕ. Кусем те революционерсемех вĕт… Юлашки сăмахĕсене Трашука мар, хăйне хăй хуравласа каларĕ пуль ватти. Шăматкунччен эрнекун пулать Трашук — Çăпата Михалин пĕртен-пĕр ывăлĕ. Унăн пиччĕшĕ-аккăшĕсем те, шăллĕ-йăмăкĕсем те пулнă, анчах нумай пурăнайман вĕсем: хăшĕ чирпе пĕчĕккĕ чухнех вилнĕ, хăшĕ — выçлăх çулсенче, чылай пысăклансан. Çăпата Михалипе унăн карчăкĕ самаях ватăла пуçланă ĕнтĕ, урăх ача тăвасси çинчен шухăшламан, çавăнпа вĕсем Трашука ачаш пăхса ӳстернĕ. Çапах ачи ачашланса, пăсăлса кайман. Кăмăлпа йăвашскер, урамра ытлашши нумай чупса çӳремен вăл. Шкула кайиччен юмах-халап юратнă. Кăшт вулама вĕренсенех, кĕнекерен хăпа пĕлмен. Вара Çăпата Михали, Ятрус учительпе Мăрзабай сăмахне итлесе, хăйĕн пĕртен-пĕр ачине малалла вĕрентес тенĕ. Çын пултăр, ашше пек, ĕмĕрне çăпата туса ан ирттертĕр. Чухăн çемьĕре пĕртен-пĕр ача та ытлашши ачашланса пăсăлса каяймасть çав. Тĕрлĕ ĕç тума тиветех. Çын ĕçне те ашшĕпе пĕрле ĕçлесе курнă Трашук. Пурпĕр йывăр ĕçех тăратман ăна ашшĕ. Ялти ачасем вунтăваттăра та утă çулаççĕ. Трашук та çава тытса сулкаларĕ те, ашшĕ чарчĕ: — Хресчен ĕçне вĕренме ăсах кирлĕ мар. Елкĕрĕн-ха, нуша кйлсен. Халĕ, эп пур чух, хăвăн ĕçне лайăхрах вĕрен. Тăватă хырăма тăрантармалăх вăйăм пур-ха. Эс вĕренсе тухсан, пирĕн пурнăç та кăшт çăмăлланĕ. Пире, тĕттĕм тăванусене, манмăн-ха теп. Е манăн та-и? — Юлашки сăмахне куçне вылятса каларĕ ашшĕ. — Пирвайхи шалу укçипех лаша илсе парăп сана, — ырă кăмăлпа çунатланчĕ ывăлĕ. Ашшĕ ăшри ăшă куллине сухалпа витрĕ, ывăлне кă-тартмарĕ. Вăл ывăлĕ Куçминккаран вĕренсе тухичченех укçа çитерсе лаша туянма ĕмĕтленет иккен. Трашук вĕренме хастар. Тăнлă ача, лайăх вĕренет. Шкулта мĕн вĕрентни сахал уншăн, çавăнпа вăл кашни кун тенĕ пекех библиотекăна чупать. Тĕнче хĕрри уншăн куллен-кун сарăлса пырать. Пĕлĕтри çăлтăрсем çине те ача урăх куçпа пăха пуçларĕ ĕнтĕ, çĕр çинчи пурнăçа та лайăхрах сăнакан пулчĕ. Вуланăçемĕн пуçра çĕнĕрен çĕнĕ шухăшсем тапранаççĕ, чуна кансĕрлеççĕ. Турă пур-и, çук-и? Хăçантанпа çак шухăш ăса пăтратать! Малтанах тĕнче йĕркеллĕччĕ. Çӳлте — турă, çĕр çинче патша этем пурнăçне тытса тăнă. Мĕн пĕчĕкренех илтнĕ Трашук: «Эй, турăçăм, пӳлĕхçĕм!» «Пурăннă, тет, пĕр патша», — тесе юмах пуçланă çынсем. Халĕ ак патшасăр пурнăç пуçланчĕ. Патшасăр пурăнма пулать пулсан, турăсăр та пурăнма юрать мар-и? Турри те тата миçе-ха вăл? Вырăсăн — пĕр турă, тутар-пушкăртăн — пĕр турă, Чăвашăн — икĕ турă е ытларах та… Пĕррехинче Трашук ашшĕпе пĕрле мунча кĕнĕ чух сăмах хускатрĕ: «Атте, тамăкра мунча чулĕ çинчи пек вĕри, теççĕ. Ма вара çынсем тамăкран хăрамаççĕ?» Ашшĕ: «Пĕлместĕп, ачам. Турă тамăкĕнче никам та пулса курман, çавăнпа пуль», — терĕ. Кайран, мунчаран тухса чей ĕçме ларсан, ашшĕ ывăлĕпе юлташпа калаçнă пекех калаçрĕ: — Леш тĕнчере тамăкпа çăтмах пуррипе çуккине никам та пĕлмест. Аслă çынçем турра ĕненмеççĕ. Вĕренсен-вĕренсен, кĕнĕке ытларах вуласан — хăвах пĕлекен пулăн. Ман пĕр çывăх юлташăм пурччĕ, Мăрзабай Павăлĕн шăллĕ — Тимуш. Çамрăк чух эпир унпа чиркĕве юрлама çӳреттĕмĕр. Вăл Куçминккари шкултан вĕренсе тухрĕ. Шутсăр нумай кĕнеке вулатчĕ. Ун пирки çынсем «кĕнеке вуласа ухмаха ернĕ» тесе калаçа пуçларĕç. Çав Тимуш мана самаях ăса кĕртсе хăварчĕ… Эс ăна пĕлместĕн. Вăл эс çураличченех халерă текен чирпе вилсе кайрĕ. «Тамăкĕ те, çăтмахĕ те çĕр çинче кăна. Туррипе шуйттанне этем хăй шухăшласа кăларнă, çуккă вĕсем, леш тĕнчи те çуккă», — тетчĕ вăл. Ашшĕ çапла калаçнине Трашук кайран маннăччĕ. Халь, Ятрус учительпе калаçнă хыççăн, çавсене пĕтĕмпех аса илчĕ. Темшĕн паян Трашукйн шухăшĕ пĕрмаях ашшĕ тавра çаврăна пуçларĕ. Вал яланах ĕçре. Çулла çын ĕçне тарă кĕрĕшсе ĕçлет, хĕлле çăпата туса пасарта сутать. Унăн ашшĕ айван ăслă çын мар иккен. Пĕлтĕр Трашук ашшĕне хĕвел ăшши çинчен, ют çĕршывсем çинчен, тинĕссем çинчен, мĕншĕн çĕр айĕнчен шыв палкаса тухни çинчен хăй мĕн пĕлнине каласа панăччĕ. Ашшĕ савăнсах итлесе ларчĕ. Кайран: «Вĕрен, ачам, лайăхрах вĕрен, тен, эсĕ те çут тĕнчен майне-шывне пĕлсе çитĕн», — терĕ. Халь ĕнтĕ шăматкуна тем пек çунса кĕтет Трашук. Лашине те курас килет, паянхи лару-тăру пирки те ашшĕпе пĕрре-пĕрре ларсах тĕплĕн калаçасчĕ… Трашук Куçминккари ĕçсене, улшăнусене сăна пуçларĕ. Патша пуррипе çукки ял пурнăçĕнче сисĕнсех каймарĕ-ха. Вăрçă пĕтессе, мир пуласса кĕтсе илеймерĕ халăх. Хĕрарăмсем макăрса савăнни кăлăхах пулчĕ. Чиркӳре «Спаси, господи, люди твоя» юрланă чух халь патшана асăнас вырăнне «Победы христолюбивому воинству» тесе юрлаççĕ. Революци хыççăнхи мĕнпур улшăнăвĕ те çав кăна. Трашук хуçисем патшана сирпĕтнине сисмесĕрех юлчĕç тейĕн. Пĕр сăмахпа та асăнмарĕç. Çĕнĕ пурнăç пуçланас пирки лавккаçăсем, мишавайсем, пуп таврашĕсем анчах калаçкалаççĕ. Вася Черников, Трашук юлташĕ, — лавккаçă ывăлĕ. Вăл Трашука тĕрлĕ çĕнĕ хыпарсем каласа парать. Моле-бен тунă кун пуп ывăлĕ земскине хăй халăхран пытарнă, тет. Çĕрле хулана тарнă тесе халăх умĕнче суйса каланă пулать. Тарасси вăл чăнахах тарнă, анчах ун чухне мар, тепĕр каç. «Тарман пулсан та, ним те пулмастчĕ ăна, — тет Вася. — Халь ун ятне асăнакан та çук». Учительсем пирки те пĕлет Вася. Вĕсем пурте эсерсем тет. Пĕр Екатерина Степановна кăна патшашăн куççуль тăкать. Ана ытти учительсем монархистка теççĕ. Вăл патша çемйин сăнĕсене арча тĕпнех пытарса хунă тет… Вася тата Трашука хулари хайхи каччăн юлашки çырăвне вулаттарчĕ. Çырăвне хальхинче сăвăламасăрах. çырнă, юрату пирки асăнман та. «Прощай, Наташа! — тенĕ вăл хăйĕн кĕске çырăвĕнче. — В городе появились большевики — слуги антихриста и немецкие шпионы. Мы им объявили смертельную войну. Я достал револьвер. Возможно, когда ты будешь читать это письмо, я буду лежать пронзенный пулей врага. Война до победы! Да здравствует Временное правительство! Твой Виктор Половинкин». — Ухмах вăл Половинкин, — терĕ Вася, — хушамачĕ тăрăх та, ахаль те унăн пуçĕнче чăннипех те çур ăс кăна. Маншăн мĕнле правительство пулсан та — çунса кайтăр вăл! Эпĕ никам майлă та хам ирĕкпе алла нăшал тытас çук. Трашук кăшт урăхларах шухăшларĕ. Вăл малтанах Кăяш Тймккине аса илчĕ. Çавăн йышшисене большевик тесе чĕнеççĕ иккен. Кунта та хулари пек пулса кайсан, Трашук хăй кам майлă алла пăшал тытĕ-ши? Шухăшне юлташне пĕлтермерĕ Трашук. … Эрнекун, уроксем пĕтсен, Трашук ачасемпе пĕрле урама тухрĕ. Асăрхарĕ: Санька юланутпа Куçминккана килнĕ. Чее Миття унпа калаçса тăрать. Санька Трашука асăрхасанах чĕнсе илчĕ. Анчах вăл çăвар уçиччен маларах Чее Миття хăйĕн усал чĕлхипе пакăлтатма та пуçларĕ: — Чуп часрах килне. Аçу вилет вĕт. Вăл лаша вăр… Санька ăна малалла калама памарĕ. — Çук, вилмест пуль, — терĕ вăл, лешне пӳлсе. — Хытă чирленĕ аçу. Аннӳ сана часрах киле таврăнма хушрĕ. Такам чукмарпа пуçран килсе çапнă пек туйăнчĕ Тра-шука. Шалтикасра шăвăç витнĕ икĕ йывăç пӳрт хушшинче хытхура пусса кайнă пуш вырăн пур. Улт-çичĕ çул каярах çак вырăнта тата тепĕр пĕчĕк йывăç пӳрт ларнă — Тай-ман Сахарĕн пӳрчĕ. Хуçи пушкăрт енне Пасарлăяла пурăнма куçнă. Пӳртне куçарса ĕлкĕреймен, сутса та хăварман. Вăл кĕр еннелле пысăк пушар вăхăтĕнче çунса кайнă. Çурт вырăнĕ халĕ те çав Тайман Сахарĕн шутланать. Лайăх вырăн. Ана пĕр енче пурăнакан Мăрзабай та, тепĕр енче пурăнакан Хаяр Макар та йышăнма хатĕр. Анчăх хуçи çав сутса хăварман вырăна йышăнма никама та ирĕк паман. Малтанах хам калле таврăнатăп тенĕ, каярах, пушă вырăн пуш-пушах ан вырттăр тесе, унта Çăпата Михалине куçса ларма хушнă. Михаля — Сахарăн çывăх хурăнташĕ, мăнаккăшĕн ывăлĕ. Çĕнĕ хуçа пӳрт туса лартма хал çитереймен. Çĕр чавса каллех çĕрпӳрт тунă та халĕ те çав çĕрпӳртре, икĕ пуян хушшинче, пурăнать. Кунта пӳрт пуррине, çын пурăннине, пĕрре пăхса асăрхаймастăн та. Çавăнпа икĕ чаплă çурт хушши халĕ те пушă выран пек курăнать. Трашук ашшĕне çынсем куçранах Çăпата Михали теççĕ. Уншăн кӳренмест вăл. Мĕншĕн кӳренес? Хăй чăнахах çăпата тума ăста çын. Çăпата хуçма Михаля пĕчĕкренех ашшĕнчен вĕреннĕ. Ялта çăпата тума пĕлмен çын пулман та пуль. Кашни çук çын хăйен çемйи валли хăй çăпата тăвать. Анчах Михаля пек çăпата ăсти урăх çук. Тукмак пуçлă чăваш çăпатине те вăл тĕрлĕрен тĕрлĕ хуçма пĕлет: арçын çăпати, хĕрарăм çăпати, хĕр çăпати. Пасар валли Михаля ытларах лаптак та çавра пуçлă вырăс çăпати е çавнашкалрах мăкшă çăпати тăвать. Анчах çăпата хуçсах укçа нумай тăваймăн. Михалян пĕр ят çĕр пур. Лаши çук, ĕмĕр пулман. Пĕр ят çĕрне ĕçлесе тăма çулла пĕр-пĕр пуянран лаша илет вăл. Вара лаша панăшăн çав пуян ăна çăвĕпех хăйĕн ĕçне тутарать. Çапла тертленсе пурăннă Трашук ашшĕ. Этем шутне кĕрес тесен, ике пысăк ĕç тумалла-ха Михалян. Малтанах лаша туянмалла. Лаша туянсан, тепĕр ĕçне те тума пулать вара: çак чаплă вырăнта тăм пӳрт те пулин туса лартасчĕ, çĕр айĕнчен тухасчĕ. Трашук кĕçех шкул пĕтерсе çемьене пулăшакан пулать. Михаляшăн та савăнăçлăрах кунсем çывхараççĕ. Ак халĕ Ятрус Хрулкки пулăшнипе хулара лайăх ула кĕсре туянчĕ вăл. Ывăлне те савăнтарас тесе, шăматкун çитессе ăшталанса кĕтет. Тата ик-виç кунтан кĕтсе илетех ĕнтĕ Трашука. Анчах этем ĕмĕрĕ пĕр кун тăршшĕнчех вĕçне çитме пултарать… . Лешекки пуянĕ Медведев çулленех Михаляна хăйĕн тарçисем валли çăпата тума хушать. Ку таранччен пĕр çĕклем çăпатине Михаля çуранах йăтса танккатчĕ. Халь лашапах (хăйĕн лашипе) леçсе пама пулать ĕнтĕ. Кĕçнерникун Михаля ула кĕсрине утланчĕ те (хыçсăр çунине туса пĕтермен-ха), çăпата çыххине лаша урлă çакса, юланутпа Тук урлă юрттарчĕ. Медведев çурчĕ пек чаплă çурт ялта çук. Пĕренерен тунă сакăр кĕтеслĕ пӳртне вăл вак хăма çапнă та симĕс сăрăпа сăрланă. Юнашарах — тепĕр сăрланă пӳрт. Хуçи чи пуяннисенчен кая юласшăн мар иккен: пӳрт пĕренисене хăма çапмасăрах сăрланă… Кунта ял старости Фальшин Никон Иванович пурăнать. Чулçырма чăвашĕсемшĕн те староста çавах. Пирĕн Михаля икĕ сăрланă пӳрт тĕлне çитсе чарăнчĕ. Лашине юпа çӳмне кăкарчĕ те, çăпатисене йăтса, Медведев килкартине кĕрсе кайрĕ. Усал шăпа илсе килчĕ кунта паян Михаляна. Ял старости çав вăхăтра килте ют ял çыннипе сĕтел хушшинче эрех ĕçсе ларнă. Ансăртран тенĕ пек çеç вăл чӳречерен çаврăнса пăхнă та ула кĕсрене курах кайнă. Темшĕн (ытлашши сыпнăран пуль) хăнине тăрăхларах каланă вăл: — Эс, ача, ула лаша çухалчĕ терĕн. Ак сан ула лашу хăех сана шыраса килнĕ кунта. Хăни те чӳречерен пырса пăхнă, савăнтах савăннă пек пулса çухăрнă: — Тупата туршăн, ман ула лаша ку! Вара икĕ вырăс урама тухнă. Лашине çывăхра курсан, Фальшин хăнине пӳрнепе юнаса каланă: — Эс, шельма, хусах лаша темерĕн-и? Ку, ула пулсан та, кĕсре-ха. — Маннă эс, Никон Иванович, — тет чикан сăнлă хăни, хура куçĕсене ялтăртаттарса, — ĕçнипе пуçу пăтранса кайнă. Ман ула кĕсре ку. Тепре каласан, хусах-и, кĕсре-и, — саншăн пурĕ пĕр мар-и! Вун тенкĕ кĕсйӳне çĕтмест. Сахал тесен, лаша хакне çурмалла тăвăпăр. — Ан васка-ха пайлама. Хуçине курар малтан, — тет Фальшин. — Медведев патне çӳрекен çынна труках лаша вăрри тăваймăн. Çав вăхăтра Михаля, ĕçне пĕтерсе, урама тухать. Старостăпа чикан сăнлă çын лаша умĕнче ал сулкалашса тăнине курах каять вăл. — Кам лашине утланса килтĕн, Сибада Михайло? — ыйтать чăвашран староста — Эсĕ ĕмĕрнех лашасăр çын вĕт. — Лашасăрччĕ, халь лашаллă. Пĕркун хулара сутăн илтĕм, — тет Михаля. Хăй, çав вăхăтрах чĕлпĕрне салтса, лаша çине утланма пăхать. Ют çын старостăна айăкран кăлт тĕртнине курмасть вăл. — Чим-ха, лашуна çавăтса килкартине кĕр-ха, калаçмалли пур, — тет ял старости. Пурте Фальшин килкартине кĕрсе каяççĕ. Унта хуçи труках сассине улăштарать: — Кала тӳрех, ăçтан вăрласа килтĕн лашуна? Ак, хуçи тупăнчĕ. Ан тун, лаша вăрри! Тунмасан, сана нимĕскер те тумăпăр. Тунма тытăнсан, халех тĕрмене ăсатăп, — юнаса кăшкăрать староста. Михаля, сăмах чĕнмесĕр, куçне чакăртса пăхса тăрать. Ак тамаша! Лашана туртса илесшĕн вĕт кусем! Леш чиканĕ лаша чĕлпĕрне ярса тытрĕ, лашине хăй еннелле туртать. Тĕлĕнсе хытса кайнипе чĕлпĕрне алăран ячĕ чăваш. Çав вахăтрах хăйне таçтан вăй килсе кĕчĕ. «Памастăп лашана! Хулара сутăн илтĕм!» — кăшкăрать Михаля, хăй каллех лаша патне ыткăнать. Фальшин лашапа Михаля хушшине сиксе тăрать те Михаляна çухаран ярса тытать, пĕтĕм вăйпа чышса месерле сирпĕнтерет. Çав вăхăтра хапха умне такам лашапа пырса çитет… Кĕçнерникун каç еннелле ялта сăмах сарăлчĕ: Çăпата Михали начар, вилет пулмалла. Аран лаша туяннăччĕ, мĕскĕн, — лашине туртса илнĕ. Таçтан такам вăрлана лаша пулнă, теççĕ. Хăйне, кăмăлĕ сасартăк хуçăлса ӳкнипе, тытамак тытнă, тет; ӳкнĕ чух ĕнсипе каска тĕлне пулнă, тет. Çĕрĕпех тăна кĕмерĕ Михаля. Çĕрĕпе тенĕ пекех Мăрзабай та çĕрпӳртрен туха пĕлмерĕ. Хăйĕн «çиçĕм» лампине илсе килме хушрĕ вăл. Тĕлĕнеççĕ çынсем: ятлă çын Мăрзабай çĕр айĕнче пурăнакан çынсем патне ку таранччен пĕрре те кĕрсе курманччĕ, халь, авă, хăйĕн тăванĕ вилме хатĕрленнĕ пек, çĕрпӳртрен туха пĕлмест. Михаля куçне уçмасть, вăхăтран вăхăта йынăшкалать çеç. Хăй сывлать-ха. Тăна кĕрсен, Мăрзабай Михаляран ыйтса пĕлĕччĕ. Аташса калаçма пуçласан та, мĕн те пулин ăнланма пулĕччĕ, анчах тăна та кĕмест, аташса та пулин калаçмасть. Укĕнет Михаляна Лешеккинчен турттарса килнĕ Мăрзабай: «Ма сăмах хушма васкарăм-ши?» — тет вăл. — Тем пулчĕ ку чăваша. Лашине çак çын палласа илнĕ хыççăн чипер тăнă çĕртех месерле кайса ӳкрĕ, — терĕ Фальшинĕ. Мăрзабайăн, ĕненмен çын пек пулса, вырăса куçран чăр-чăр пăхмаллаччĕ, çавăн пек тусан, тен, тĕрĕссипе каласа панă пулĕччĕ лешĕ. Çук, апла пулмарĕ çав. Сăлтавне кĕтмен çĕртенех Мăрзабай хăй тупса хучĕ: «Вăл çамрăк чухне тытамак чирĕпе аптратчĕ. Çав чирпе каллех вĕрĕлсе ӳкнĕ пуль», — тесе хучĕ. Халь акă лар ĕнтĕ кунта пуçа çĕмĕрсе. «Лашине туртса илесшĕн юриех вĕлермерĕç-ши çынна? Апла, çын айăпне хупларăм пулать вĕт эпĕ! Халь мĕн тăвас ĕнтĕ? Фальшинне шанма çук. Çавăн евĕрлĕрех ирсĕр ĕç унччен те пулнăччĕ вĕт. Ун чух ĕçĕ пысăк инкексĕрех иртсе кайрĕ. Халь ак… Хăни те çавнашкалах усал çын пуль. Влаçсене систермелле-и? Элек çеç пулса тăрсан? Влаçсене! Влаçĕсем те çук-ха. Земски тарнă, теççĕ. При-ставĕ те хулана кайнă та халĕ те таврăнман терĕç. Хăй тăна кĕрсен, каласа парĕччĕ… Тăна кĕмесĕрех вилсе кайĕ-ши вара? Тытамак чирĕпе аптраса ӳкнĕ тесе хамах сăмах сартăм-çке капла… Ывăлне тата мĕн калăп?» Çакăн пек шухăшсемпе тарăхса ларать старшина пулса курнă çын вилес пек выртакан Михаля умĕнче. Ирхине мĕскĕн тăна кĕрес пек пулчĕ те, Мăрзабай хăвăртрах унпа калаçма васкарĕ. — Михаля, итле-ха… Трашука мĕн калас? Ывăлна мĕн пулнине тĕрĕссипе пĕлтерес пулать. Трашука… Трашука мĕн калăпăр? — çине-çине-çак сăмахсемпе хупăрларĕ Мăрзабай тăнсăр çынна. Куçне уçмасăрах сăмах хушнă пек пулчĕ Михаля: — Хăех-хăех…  — Унтан уççăнах каларĕ: — Трашук ула кĕсре утланчĕ… Хапха урлă вĕçтерчĕ… Аташать иккен. «Хăех» тени мĕне пĕлтерет. тата? «Хăех пĕлет е хăех пурнăçне майлаштарĕ», — тесе каласшăн-ши? Çавăнтах хыпăнса ӳкрĕ Мăрзабай: «Трашука Куç-минккаран хăвăртрах чĕнтерес. Мĕншĕн çак шухăш малтанах пуçа килсе кĕмерĕ-ши?» Мăрзабай Сăпание чĕнсе илчĕ. — Санька Куçминккана юланутпа кайрĕ. Унран каласа ятăм, халех киле таврăнма хушрăм, — терĕ Сăпани. — Çавраçил вăл, Санька. Хăйĕн хыçне. лаша çине лартса килес çук вăл Трашука, — терĕ Мăрзабай. — Чуп-ха пирĕн пата. Хамăн лашана кӳлсе кама та пулин Трашука хирĕç ăсатчăр. Хăй çапла хушрĕ те. Çакăн хыççăн Мăрзабай кăшт лăпланчĕ — çапах та пĕр ырă ĕç тунă пек туйăнчĕ ăна. Хăй вара Михаляран тăнлă сăмах илтессе шанма çаплах пăрахман-ха, кĕтсех ларать. Ларсан-ларсан, чирлĕ çынпа калаçма тытăнать, пĕрмаях Трашук ятне асăнать. Çук, урăх сăмах чĕнмерĕ Михаля. «Хапха урлă вĕçтерчĕ» тени унăн юлашки сăмахĕ пулчĕ. Ура çине ĕне пуссан… Ашшĕне пытарнă хыççăн эрне ытла Трашук анкă-минкĕленсе çӳрерĕ. Амăшĕ те тин тăна кĕре пуçларĕ. Асламăшĕ, ахаль те аран кураканскер, куççуль юхтарса пачах суккăрланса ларчĕ. Ачалăх вăхăчĕ çак эрне хушшинче çурхи кăра çилпе вĕçее кайрĕ. Халь Трашук хăй кил пуçĕ пулса тăнине ăспа ăнланса иличчен маларах чĕрепе туйса илчĕ. Çамрăк пуç çине ватăлса килекен амăшĕпе тахçанах йӳтесе кайнă асламăшне хӳтĕлес, усрас, тăрантарса пурăнас хуйхă килсе ӳкрĕ. Трашукăн ури çине халиччен ĕне нусманччĕ çав. Халь хытă ыраттарса пусрĕ. Трашук пек тăлăха юлнă ачасем ялта татах та пур. Анчах вĕсен пӳрчĕ-çурчĕ те, хуçалăхĕ те Трашукăнни пек мар. Трашукăн хуçалăхĕнче ватăлса çитнĕ ĕнепе туса çитереймен хыçсăр çунаран пуçне урăх нимĕн те çук. Ĕçлессе те тара кĕрĕшсе ĕçлеме тивет. Тата тепĕр пысăк хуйхă пур Трашукăн: вĕренме пăрахас пулать ĕнтĕ. Виçĕ уйăхран шкул пĕтермеллеччĕ. Пулмарĕ. Халь епле те пулин Куçминккари шкула пĕтеркелесен те усси çук: учйтеле тухас тесен, тепĕр хĕл хулара вĕренмелле. Мĕн вĕренни, кĕнеке вулани те нимсĕрех çухалать. Çухални пырĕччĕ — пуçра, чĕрере йĕр юлатех. Кăшт ытларах вĕреннĕ çынна çын ĕçне ĕçлесе хур курасси тата йывăртарах. Ун пеккин ури çине ĕне пушшех хытăрах пусать. Амăшĕпе иккĕшĕ вĕсем канашласа-калаçса лараймарĕç-ха. Трашукăн сăмах хускатма хăюлăхĕ çитеймест, амăшĕ Трашука кӳрентересрен хăрать: вĕренӳ пирки те, ĕç пирки те шарламасть, ывăлĕ хăй мĕн каласса кĕтет. Çӳлти кĕпере хирĕç, Малтикас вĕçĕнче, качака сухаллă Ермишке мучи пурăнать. Ана çынсем Ĕлĕм-Чĕлĕм тесе ят панă. Вăл сăмах пуçламăшĕнчи «к» сасса кăлараймасть: «кĕмĕл» тес вырăнне «… ĕмĕл» тет. Хăй пĕрмаях чĕлĕм туртать. Чĕлĕмне тăхланран шăратса тунă. Ун пек чĕлĕме хăшĕ-пĕри кĕмĕл чĕлĕм теççĕ. Ермишке мучи те: «… ĕмĕл чĕлĕм туртатăп», — тет. Çыннисем малтанхи сăмахне тата кăшт тăрăхларах каланă та, çакăнтан вара Ĕлĕм-Чĕлĕм ят тухса кайнă. Пĕррехинче, Трашук урампа кĕпер еннелле утса пынă чух, ăна хапха умĕнче тăракан Ермишке мучи чĕнсе илчĕ. — Атя-ха… ĕр пирĕн пата, Трашук, хăна пул, — терĕ вăл йĕкĕте. Пӳрте кĕрсен, Ермишке мучи аслă кинне сăмавар лартма хушрĕ, хăй Трашукпа калаçма пуçларĕ. — Ан… улян, Трашук. Çамрăклах уру çине ĕне пуссан, çын пулатăн вара. Мĕнле пурăнма шухăшлатăн? Хăвăн шухăшна пĕтĕмпех… аласа пар, ан пытар манран. Эп сан… укку пулатăп. Трашук хирĕç ним калама аптрарĕ. «Хăш çатан тăрринчен кукка пулатăн-Ши? — шухăшларĕ вăл. — Анне Хурăнвар хĕрĕ пулнă. Унăн пиччĕшĕсем, ман кукка пулаканнисем, Хурăнвартах пурăнаççĕ. Пĕр вуниккĕмĕш сыпăкран аннешĕн пичче пулать пуль çав… » — Эс, мĕн… аллех… уçминккана вĕренме каяс тетĕн-им? Ан… ай, ачам. Вырăс хушшинче пурăнса çын пулаймăн. Аçуна та çав вырăссемех пĕтерчĕç пулмалла. Чăваша… ураймаççĕ весем. Эп хам та пĕчĕккĕ чух… ĕпер тунă çĕрге аттене вырăссем вĕлерес пек тӳпеленĕ хыççăн, сехре тухнипе çапла… алаçакан пулса юлтăм. Эс те мана… уç хыçĕнче Ĕлĕм-Чĕлĕм тесе чĕнетĕн пуль, шельма. Трашук Ермишке мӳчи калаçнă майăн хăй паллакан вырăс çыннисене аса илчĕ. Дядя Степа, тетя Феня, Вася Черников куç умне килсе тăчĕç. — Вырăс хушшинче те лайăх çынсем сахал мар, — терĕ вăл. — Ак, сăмахран, ман Куçминккари хуçасем. Чăваш пекех кăмăллă çынсем. Кĕтери пĕлет, Кĕтерие лайăх хăна туса ячĕç вĕсем. — Чим-ха… ĕтери пирки сăмах малалла пулĕ, — терĕ те ватти хăйĕн «ĕмĕл» чĕлĕмне ярса тытрĕ, симĕс çулçăран вакласа тунă табакне чĕлĕм ăшне пӳрнепе пусса тултарчĕ. Унтан вăл пĕчĕк хутаçран вут тивертмелли таврашсене сĕтел çине кăларса хучĕ, вара, ăввине чул çумне майлаштарса, тимĕр çулупа çапса вут кăларма пикенчĕ. Трашук Ермишке «куккăш» Кĕтери пирки мĕн каласса кĕтсе ларнă хушăра унăн хăтланчăкĕсене сăнарĕ. Хытă сулăнса, ахлатсах çапать чулне старик. Сулăннăçемĕн шăлпа çыртнă чĕлĕмĕ силленет, чĕлĕмри табак пĕрчисем сирпĕнеççĕ. Ăвви тивнĕ çĕре чĕлĕмĕ пушаисах ларчĕ. Ермишке мучи çуна пуçланă ăввнне пӳрне хушшине туеа сӳнтерчĕ те çĕнĕрен чĕлĕм тултарма тытăнчĕ. — Яланах çапла, — терĕ вăл, ĕхлеткелесе, — пирвайхи чĕлĕм вут тивертиччен тăкăнса пĕтет. Халь ак ăвă пĕрре çапнипех вут хыпать ĕнтĕ. Ермишкен кĕçĕн кинĕ, ахăлтирехскер, кулса ячĕ те сăмах хушрĕ: — Ма ялан вут кăларса асапланан, атте? Вучахра кăвар сӳнмест пирĕн. — Çапса кăларни тутлăрах, — терс те старик тинех чĕлĕмне паклаттарса ячĕ. Аслă кинĕ сĕтел çине сăмавар килсе лартрĕ, çăкăр касса хучĕ. Кил хуçи шăна ларса вараласа пĕтернĕ сахăр катăкĕ илсе хăна умне хучĕ. — Ну, эсĕр, йĕмпĕлти хӳресем… айран чей ĕçĕр. Эпир Трашукпа иккĕнех… алаçса ларар-ха. Тухăр тулти пӳрте. Кĕçĕн кинĕ: «Юрĕ-çке, эпĕр… айран та ĕçĕпĕр», — терĕ те, чăхх тутарса, инкĕш хыççăн кайри пӳрте тухса шурĕ. Ермишке старикĕн икĕ ывăлĕ вăрçăра, вĕсенчен халлĕхе хут килсех тăрать. Вăрçă хуйхи ку çемьере пысăк куççуль кăларма ĕлкĕреймен. Кинĕсем иккĕшĕ те — уçă кăмăллă, вăрт-варт та ĕçчен хĕрарăмсем. Кĕçĕннин ачисем çук, аслин — икĕ ывăл. Çамрăк хĕрарăмсем хăйсем хуш-шинче туслă пурăнаççĕ. Хуняшшĕ вĕсене хăшпĕр чух авланатăп тесе хăратать (карчăкĕ вăрçă пуçланичченех вилнĕ). «Пирĕн Ĕлĕм-Чĕлĕм чăнахах авлансан, мĕн тăвăпăр вара?» — хăраса ӳкет асли. «Ун пек ан пăшăрхан-ха эсĕ, — кулса лăплантарать ăна кĕçĕнни. — Пирĕн… аччă валли хĕр ӳссе çитмен». Хăй илтмен чух кĕçĕнни ялан çапла хуняшшĕне витлесе калаçать. Вуник çулхи Пăнттийĕ те пулин аслашшĕ умĕнчех çапла такăнса калаçа пуçларĕ: «Асатте, эс мана хăçан… аптарма туса паран?» Аслашшĕ уншăн çилленмест, ачашласа кăна хăлхине пăркалать. Кинĕсем тулти пӳрте тухса кайсан, Ермишке мучи труках хăратса пăрахрĕ хăнине: — Сан, ачам, авланас пулать… аччă пулнă ĕнтĕ. Эпĕ хам та вунçиччĕре авлантăм. Трашук тĕлĕнсе, хăраса ӳкнипе вĕри чейие чыхăнчĕ. — Сан валли хĕр тупрăм, — тет ватти, каччă вăтанса кайнине асăрхамăсăр. — Çырла пек хитре, ĕçчен, уçă… ăмăллă, шăнкăрч пек юрлать. Çамрăкрах пулсан, хам… ачча илĕттĕм. Çакна каланă хыççăн тин Трашук йăл кулса ячĕ. — Хĕрĕ пирĕн… ӳршĕрех пурăнать, — малалла çаптарать евчи. — Тавçăрса илеймерĕн-и?… ĕтери пирки… алаçатăп… ĕтери пек лайăх хĕр ялта та, таврара та тупаймăн. Ма чĕнместĕн? Е… уçминккара майра хĕр тупрăн-и? Ахальтен мар вырăссене мухтаса ларан. — Çук, Ермишке кукка, — тинех хуравларĕ каччă. — Авланас пулсан, чăваш хĕрнех илĕп. Вăхăт çитмен-ха. Авланиччен малтан çĕрпӳртрен тухас пулать. Çĕр айĕнче пурăнма кам килĕштĕр. — Авланмастăн пулать, эппин, — терĕ ватти, кăмăл-сăрланнă пек пулса. — Шел. Çавах та ан ман: авланас шухăш тытсан, мана систер. Шăнкăрч пек хĕр тупса парăп… ĕтери… ăмăлна… аймасан, теприне тупăпăр. Кайнă чух Трашука çенĕкре Ермишке кинĕсем хупăр-ларĕç. — Кам хĕрне çураçрăр? Туйĕ хăçан пулать? — ихĕлтетрĕ кĕçĕнни. — Çамрăкрах пулсан, хам… ачча илĕттĕм темерĕ-и? Трашук кулса аллине сулчĕ те сăмах чĕнмесĕрех тухса кайрĕ. Ермишке мучипе тулăксăр калаçса ларни Трашукăн хуйхине çапах та кăшт сĕвĕрĕлтерчĕ. Кĕтерие асăннă хыççăн ăна Наçтук та аса килчĕ. Юлашки вăхăтра савнă хĕр сăнĕ таçта кайса çухалнăччĕ. Халь каллех куç умне килсе тăчĕ. «Ма эсĕ пуян çемьере çуралнă-ши? Кĕтери пек пулсан, халех çураçăттăм… » — шухăшларĕ вăл. Каç пулса килет. Кăнтăрла хĕвел ăшшипе шывланнă вырăнсем халĕ каçхи сивĕпе пăрланнă. Çурхи уçă сывлăш йĕкĕте йĕкерлентерсе ячĕ. Килелле ярăнса утрĕ вăл. Амăшне арçын сăмахĕпе лăплантарас, хуйхине кăшт та пулин сĕвĕрĕлтерес, хăй пурнăç пирки татăклă шут тытнине каласа пĕлтерес… — Анне, эп хăнара пултăм, — терĕ йĕкĕт пӳрте кĕнĕ-кĕменех. — Ĕлĕм-Чĕлĕм пире хăш енчен хурăнташ тивет? Эп сан… укку пулатăп терĕ. Çĕрпӳртре тĕттĕм ĕнтĕ. Ывăлĕн сăнĕ курăнмасть, çапах унăн кăмăлĕ кăшт уçăлнине сисрĕ амăшĕ, хĕпĕртенипе хăй те уçăрах сасăпа хуравларĕ: — Ара, кукку пулмасăр. Ман асаннен мăнаккăшĕ Ыхраçырмине качча кайнă. Ермишке амăшĕ ыхраçырмисем… — Чăнах та çатан тăрринчен кукка иккен, — терĕ Трашук кулăшларах сасăпа. — Ан кул, ачам, кăмăл ту ват çынна, кукка тесех чĕн. — Çаплах чĕнтĕм те, вăл мана авлантарма тытăнчĕ, хĕрне те тупса хунă, — кулсах ячĕ Трашук. — Эпĕ çĕрпӳртрен тухмасăр авланмастăп тесе хурлантартăм куккана. Авланас шухăш мар-ха, тарçа кĕрĕшес шухăш ман терĕм. Ывăлĕн шухăшне Сăпани ыйтмасăрах пĕлчĕ ĕнтĕ, хăй çапах ыйтрĕ: — Эс Куçминккана таврăнма шухăшламастăн-им вара? — Çук, анне, шкултан вĕренсе тухрăм, халь пурăнма вĕренес пулать. Тарçа кĕрĕшмелле нулать. Урăхла мĕнле май тупайăн… Вырăсах кайма тивет пуль е Якале, Темен куккасем патне… — Ан калаç, ачам. Вырăса ан кай, тархасшăн. Епле пулсан та, хамăр ялтах ĕç тупма тăрăш. Эс çук чух мана Хаяр Макар чĕнтерчĕ. Аçун парăмĕ юлнă тет. Çав парăмшăн вăл сана ĕçлеттересшĕн. Парăмне татсан та хăваласа ямăп тет. — Çук, — терĕ ывăлĕ, — Чее Миття ашшĕ патĕнче вĕлерсен те ĕçлеместĕп. Парăмне тĕрĕслĕпĕр. Тивĕçлĕ пулсан — тӳлĕпĕр. Ывăлĕ çапла калаçни савăнтарчĕ амăшне. Пысăклансах пырать. Мăн çын пек калаçакан пулнă. Вырăсран та, Тискер Темен куккаран та хăрамасть. Çапах ялтан ярас килмест ывăлне. — Мăрзабай Павăлĕ пăрахмарĕ пире, аçуна пытарма та пулăшрĕ. Çавăнпа калаçса пăхас мар-и? — терĕ амăшĕ аптранипе. Ашшĕне пытарнă хыççăн ывăлĕпе амăшĕ паян пĕрремĕш хут чиртен сывалнă çынсем пек шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç, хушăран кулкаласа та илчĕç. Кăмака çинче ахлатса выртакан асламăшĕ те вĕсене итленĕ пулас, кĕтмен çĕртенех: «Емĕр сакки сарлака, теççĕ. Сарлака çав… » — терĕ те каллех шăпланчĕ. — Çывăрса кайрĕ пулас, мĕскĕн, — терĕ вара Сăпани пĕр хушă шăпăрт ларнă хыççăн. Çак кунтан Трашук пурнăç çине самаях савăк куçпа пăха пуçларĕ. Пĕррехинче вăл Мăрзабай килне Наçтукпа Кĕтери кĕрсе кайнине курса юлчĕ те каллех канăçне çухатрĕ. Куçминккарах çырнă çырăвне Трашук халĕ те çурса тăкман-ха, тепĕр хут çырса кăшт çĕнетнĕ кăна… Тепĕр кунне Трашук урампа Кĕтери йăмăкĕ, вуникĕ çулхи Анук, Мăрзабай çурчĕ еннелле йăпăртатса пынине курчĕ. Пĕчĕк Анук та аккăшĕпе пĕрле Наçтук патне çӳрет. Хĕрачи шкулта лайăх вĕренет теççĕ. Трашук пекех, Мăрзабай арчинчен кĕнеке иле-иле вулать. Çав Анука чĕнсе илчĕ Трашук, çырăвне Анук урлă парса ярас шухăш тытрĕ. Анчах хĕрача ун умне пырса тăрсан, хăюсăр каччă хĕремесленсе кайрĕ, çыру пирки сăмах хускатмарĕ. «Тен, Мăрзабай патĕнче тарçăра ĕçлемелле пулса тăрĕ?» — шухăшларĕ вăл, вара Анукпа кĕнеке пирки сăмах пуçларĕ. «Ĕмĕр сакки сăрлака», — терĕ-çке асламăшĕ пĕркун. Халăх сăмахĕ тĕрĕс çав. Анчах çак чăвашла тĕрĕс те хитре çавăрса хунă сăмаха вырăсла куçарсан, кулăшларах тухать. Вырăсăн ун пек сăмах çук-шим вара? Тен, пур та пуль… Çав каç Трашук тĕлĕк курчĕ. Хупах, мăян, вĕлтĕрен пусса кайнă вĕçĕ-хĕррисĕр хир. Çав хир урлă утса-чупса каçас тесе тĕрмешет Трашук, шăтăк-путăксене кĕрсе ӳкет, ĕселенсе ура çине тăрать те малалла чупать, темле лачакана путса ларать. Асламăшĕ хăй курăнмасть, ун сасси çеç илтĕнет. Ахăлтатса кулать вăл, Трашука йĕрлет, çа-вăнтах вырăсла çавăрса хурать: «Век прожить — не поле перейти». Трашук лачакаран тухма тапалана-тапалана вăранса кайрĕ. Кăшт уçă тăна кĕрсен, кулса ячĕ те шухăшларĕ: «Сăмахне вырăсла пĕлмен асанне тупса пачĕ иккен. Ха-мах илтнĕ ĕнтĕ, илтнĕ те манса кайнă, тĕлĕкре тин аса илнĕ. Тĕлĕнмелле япала: ăстăн тĕлĕкре пăтраннă хушăра та тепĕр чух тĕрĕс ĕçлет… » Тата тепĕр эрне иртсе кайрĕ. Трашук çаплах ниçта та ĕçе вырнаçаймарĕ. Амăшĕ çав хушăра Мăрзабайпа калаçса пăхнă. — Эпĕ хам та сирĕн пирки шухăшламан мар, — тенĕ ăна Мăрзабай Павăлĕ. — Çав çăткăн Хаярпа ан çыхланăр. Пулман парăмшăнах ачан чунне кăларĕ вăл, эсремет. Хăвах пĕлетĕн, пĕр тарçă пекки пур ман, Тимук. Анчах Çимун салтака кайнăранпа эпĕ те ал çитменнипе аптракан пултăм. Хам вăйран тайăла пуçланă ĕнтĕ. Кăмăлăр пулсан, Трашука хам пата илĕп. Тимук ăна хресчен ĕçне вĕрентсе хăнăхтарĕ. Эпĕ те сире выçă хăвармăп, пулăшма тăрăшăп. Макарĕ вара парăм пирки манпа калаçтăр. Çак савăнăçлă хыпарпа таврăичĕ киле Сăпани. Çапах Трашук ытлашши хавасланса ӳкмерĕ. — Питех ан шантар, анне, Павăл мучие. Ан васка. Мĕн тăвассине. хамах тăвăп, — терĕ ывăлĕ. Эх, Наçтук пулмасан, пĕртте иккеленмĕччĕ Трашук. Мăрзабай килĕнчен лайăх вырăн тупаймăн. Йĕкĕт Рамашран çыру кĕтет-ха. Хăйĕн хуйхи-суйхи пирки пĕтĕмпех çырса пĕлтерчĕ вăл ача чухнехи тусне. Иккĕленсе, шухăша кайса кĕтет çырăвне: «Астăвать-ши вара мана Рамаш? Урăх туссем лăках пуль халь унăн. Ашшĕпе пĕрле пĕрре те яла килсе курмарĕ. Чулçырмашăн тунсăхламасть-ши?» Çук, Рамаш манман авалхи тусне. Хуравлă çыру час килсе çитрĕ. «Эпир те аттесĕр пурăнатпăр, — çырать Рамаш. — Пĕл-тĕр ăна та, хĕрĕхе çитсе пыраканскере, вăрçа илсе кайрĕç. Икĕ пĕчĕк шăллăм вилсе кайнă хыççăн та, аттене шутламасан, пиллĕкĕн эпир. Еçлекенни эпĕ пĕчченех. Эпĕ те, сан пек вĕренме пăрахса, ĕçлеме кĕтĕм. Пĕр лавккаçă патне приказчике вырнаçрăм. Хресчен ĕçĕнче хирте тар юхтарни мар. Эсĕ те приказчике кĕр. Унта вырнаçаймасан, кунта кил. Эпĕ сана лайăх вырăн тупса парăп… » «Аçта унта Пасарлăяла çити каясси! Якале те ярасшăн мар анне», — шухăшларĕ йĕкĕт, хăй çапах çак çырăва илнĕ хыççăн Санька ашшĕпе калаçса пăхрĕ. «Приказчик мана кирлĕ мар, — терĕ чăлах алăллă чее вырăс, — анчах ĕçлес тесен, ĕç тупăнĕ. Ак халь хулана икĕ лашапа тавар илме каймалла. Çын кирлĕ пулать». Трашук килĕшрĕ. Хулана кайма хатĕрленнĕ кун ирхине Санька та кил-картине тухрĕ. Ашшĕ курман чух вăл Трашукран: — Мэн чул дӳлеме булчи? — тесе ыйтрĕ. — Калаçман. Тӳлет пуль-ха мĕн чухлĕ те пулин, — хуравларĕ Трашук. — Лартать выл сана. Хыт куккар выл. Чăнахах та виçĕ кун хулана кайса кӳтсе çӳренĕшĕн лавккаçă Трашука çирĕм пус кăна тӳлерĕ. «Приказчикре ĕçлесе çитĕ», — терĕ вара Трашук хăй ăшĕнче. Халь ĕнтĕ Трашукшăн тиркешсе тăмалли юлмарĕ: е Хаяп Макар патне кĕрĕш, е Мăрзабай патне. Пĕррехинче Трашук каç енне киле таврăнчĕ те Наçтук патне çырнă çырăвне çурса вакласа тăкрĕ, вак татăкĕсене тула тухса çилпе вĕçтерчĕ. — Юрĕ! — терĕ вăл амăшне. — Ыран Мăрзабай патне пурăнма куçатăп. — Юрать, юрать, ачам, пит лайăх! — савăнса кайрĕ амăшĕ. Ывăлĕн канăçсăрланса пăшăрханакан кăмăлне сисеймерĕ çав вăл. Марзабайсем Павел Алексейччăн аслашшĕне пушкăртсемех Мăрзабай ят панă. Киселев помещикăн управляющийĕ шаннă ăна: чеелĕхĕ те пур, сăпайлăхĕ те, йĕркелĕхĕ те. Пĕр-пĕр ĕç тума ним çукранах мелне тупать. Помещик тыррине хулана лавĕ-лавĕпе турттарас ĕçе çавăн урлă тунă. Лава чупакансене вăл пушкăрт, чăваш, вырăс хушшинче тупнă. Тепĕр чух управляющи хулана хăй кайма ӳркеннĕ. Тырăшăн укçа илес, лавсемшĕн расчет тăвас ĕçе те çав Мурзабайкă ятлă чăвашах шаннă. Хуларан харсăр чăваш час-часах пысăк укçапа таврăннă. Çавна сисекенсем пулнах пуль. Пĕррехинче çав пĕрремĕш Мăрзабай, хулана чиперех кайнăскер, килне таврăнман. Стражниксем ун виллине ялтан çирĕм çухрăмри Купăста варĕнче тупнă. Те такам çĕçĕпе пуснă ăна, те — хăйне хăй. Пысăк та çивĕч хăйранă, юнпа вараланнă çĕçĕ çавăнтах, виле çумĕнче, выртнă. Влаçсем сăлтавне те, айăплисене те тупайман. Мăрзабай çумĕнче укçа пулман курăнать: улпут таврашĕсем Мăрзабайсене кансĕрлемерĕç, укçа шыраса вĕсен хуçалăхне тĕкĕнмерĕç. Халăх хушшинче çеç тĕрлĕрен калаçса ирттерчĕç: хăшĕсем Мăрзабай Микулайĕ вилнĕшĕн пушкăртсене айăпларĕç, теприсем вăл хăех улпут укçине картла выляса янă та хăй çине хăй алă хунă терĕç. Вăхăтсăр вилнĕ Мăрзабайăн пысăк ăстăнлă та пуринчен ытла вĕреннĕ мăнукĕ Тимуш кайран çапла каланă: «Ырă пушкăртсем асаттене чаплă ят панă, усал пушкăртсем ун ĕмĕрне кĕскетнĕ… » — тепĕ, тет. Çапла пулнă пулин те, çавăнтанпа Мăрзабай таврашĕсем пушкăртсемпе пĕлĕшленме пăрахнă. Мăрзабай Павăлĕ тесен, вăл ытларах вырăссемпе туслашнă. Чăвашăн авалхи йăлисене манман вăл, çав йăла-йĕркесене самаях хисепленĕ. Çапах хăй вырăс йăлисене те, вырăс культурине те пĕр иккĕленмесĕр йышăннă, весене чăваш хушшине сарма тăрăшнă. Павăл хресчен ĕçĕнчен писмен, ашшĕ хăварнă самай хуçалăха упраса ӳстерме тăрăшнă. Лешеккинчи пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн хăй урăх вĕренесшĕн пулман, анчах шăллĕнĕ вĕрентме тăрăшнă. Вуласса вара Тимушран юлмасăр вуланă. «Ухмаха ернĕ» шăллĕ сасартăк вилсе кайнă хыççăн ун кĕнекисене тустарман, тустарма мар, çĕнĕ кĕнекесем туянса, Павăл Тимушăн асăнмалăх библиотекине пуянлатнă. Кĕнекисене хăй те юратса вуланă, хут вĕренекен çамрăксене те вулаттарма тăрăшнă. Ашшĕн хуçалăхĕ самаях пулин те, Мăрзабайсем ялти ятлă пуянсен шутне кĕреймен. Анчах йĕкĕр те теветкел çамрăк Мăрзабай хресчен ĕçне тĕплĕн тума тăрăшнă, çав çĕр çинчех вăл Хаярсемпе Медведевсенчен ытларах тырпул пухса илнĕ. Вăл хулара «мерикансен» Мак Кормик компани агенчĕпе пуринчен малтан паллашнă та, кредитпа усă курса, тĕрлĕ машинăсем, молотилка таран, кĕтмелле туяннă. Турра ĕненмен шăллĕн çылăхне çырлахтарасшăнах тенĕ пек, Павăл пупсемпе, тиечуксемпе туслашнă, чиркӳ валли укçа шеллесе тăман. Ун пек тараватлă çынна вара кĕçех чиркӳ старости туса хунă. Мăрзабайăн ырă ячĕ пĕтĕм тавралăха сарăлнă. Нумай та вăхăт иртмен, ăна (чăвашран пĕрремĕш хут) вулăс старшинине суйланă. Сакăр çул вăл вулăс пуçлăхĕ пулса пурăннă. Вăрçă пуçлансан тин, хуçалăхĕ юхăна пуçланине кура, аран-аран çак чаплă ĕçрен хăтăлнă. Мăрзабай пĕр ывăл, икĕ хĕр тата шăллĕн ывăлне пăхса ӳстернĕ. Çимуна вăл тăван ывăлĕнчен хытăрах юратнă. Те лешĕ ачаллах тăлăха юлнăран (ун амăшĕ те çав вăхăтрах ашшĕ чирĕпех вилнĕ), те вĕсен кăмăлĕсем пĕр пекрех пулнăран. Çимун мучăш пекех хресчен ĕçне юратнă, ваттисене хисепленĕ, — уçă та ырă кăмăллă ача пулнă. Мăрзабайăн тăван ывăлĕ, амăш пек кăра çилĕллĕ, чурăс кăмăллă Назар, ашшĕне час-часах кӳрентернĕ. Хулари гимназие пĕтернĕ хыççăн вăл киле таврăнман, Самара кайнă та хăй ăссĕн çар шкулне вырнаçнă. Вăрçă пуçлансан, ăна офицер чинне кĕртнĕ. Халĕ Назар — темле генерал адъютанчĕ. Назартан çыру сайра хутра килкелет. Çимунĕ, пĕлтĕр çеç вăрçа кайнă пулин те, час-часах çырса тăрать. Иккĕшĕ те темиçе хут çапăçура пулнă, анчах пĕри те суранланса курман-ха. Наçтук — Мăрзабайăн иккĕмĕш хĕрĕ. Унăн аккăшĕ Кулине те качча кайман-ха. Кулинепе Наçтук иккĕш те пĕр калăппа тунă хĕрсем: пĕр сăнлă, пĕр кĕлеткеллĕ, кăмăлĕсем те, пĕрре пăхсан, пĕр пекрех курăнаççе. Анчах Наçтукăн сăнне те, кăмăлне те куçа курăнман темле çăлтăр çутатса тăнă пек туйăнать. Кулинен ун пек çăлтăр çук. Çавна ашшĕ те лайăх сисет пуль. Наçтука юратать вăл, Кулинешĕн пăшăрханать. Аслине епле вырнаçтарас-ши? Каччисене, аслăраххисене çеç мар, Кулине тантăшĕсене те вăрçа илсе пĕтереççĕ. Мăрзабай та хăйĕн хĕрне вырнаçтараймасан, ыттисем ăçта кайса кĕрĕç? Хĕрсене халех Таллă мăнастирне ăсатмалла-и? Çапах та Мăрзабай аслин шăпи пирки пĕр шухăш тытнă-ха, каччине те палăртса хунă вăл, анчах хăй шухăшне халлĕхе никама та пĕлтермест. Ашшĕ мĕн шутланине Кулине. пĕлмест, çавăнпа хăйĕн шăпи пирки хытă кулянать. Тĕрĕссипе каласан, Трашук ахалех иккĕленет. Мăрзабай кил-çуртĕнче ют çын мар вĕт вăл. Унччен те çулла, ĕç вăхăтĕнче, ун патĕнче ĕçлесе курнă. Анчах ун чух Çимун пурччĕ. Халь вăл салтакра. Çимун Трашукран пĕр пилĕк-ултă çул çеç аслăрах. Çапах авланнă çын ĕнтĕ. Ачи те пур. Мăрзабай Павăлĕ шăллен ывăлне çамрăклах васкаса авлантарнă. Пĕлтĕр Çимунпа пĕрле хирте ĕçлени Трашукшăн пит усăллă пулчĕ. Трашук хуçалăхсăр ашшĕ килĕнче ĕçе хăнăхса çитеймен. Çимун Трашук мĕнле ĕçленине пăхать-пăхать те кулма тытăнать: — Эй, эс… чухăн улпут! Сенĕке çапла тыткалаççĕ-и ăна? Ак, пуян Мăрзабай таврашĕнчен ĕçлеме вĕрен, — тăрăхласа вĕренткелет вăл çамрăк юлташне. Пĕррехинче вĕсем иккĕш виçĕ лашапа аякри хиртен кĕлте турттарчĕç. Йăлтах аптрарĕ Трашук: вăл кăрман тĕпне вунă кĕлте пăрахнă çĕре Çимун кăрманĕ тулса та каять. — Эх, çĕрпӳрт улпучĕ, — тет каллех вара Çимун, — ĕçе хăнăхман çав эс. Сан, вырăссем каларăшле, сноровка тени çук. Ак пăх-ха: эс кĕлтене мĕнле килнĕ çапла чиксе йăтатăн. Кĕлтене пĕр вĕçĕнчен чиксе йăтсан, вăл темиçе хут йывăрланать, саланса кайма та пултарать. Сенĕкне пучах енчен тăрса çыхă айне чик. Вара кĕлти хăех кăрман тăррине вĕçсе хăпарать. Çапла ĕçлеме вĕрентетчĕ Çимун Трашука. Хăшпĕр чух вăл кӳршĕ ачине хăйпе пĕрле выртмана та илсе каятчĕ. Мăрзабайăн лаша ытла нумайран мар, калаçма юлташ пултăр тесе чĕнетчĕ Çимун Трашука. Килте чĕмсĕр çын, вăл çамрăк юлташĕпе вĕçĕмсĕр калаçатчĕ. Çимун хăй те Куçминккара вĕреннĕ. Кĕнеке те нумай вуланă. Выртмара лашасене тăлласа ярсан, вĕсем вут хурса çĕрулми пĕçеретчĕç, хăйсем вут умĕнче хăшпĕр чух ирчченех калаçса ларатчĕç. — Вĕренменни начар, кăшт кăна вĕренни пушшех тарăхтарать, — сăмах пуçлатчĕ Çимун. — Çăлтăрсем хушшинче планетăсем те пуррине пĕлни мĕне кирлĕ мана? Хресчен ĕçне тума пулăшмасть вăл. Чуна тарăхтарать, ăса ашкăнтарать кăна. Патша çуртĕнче Гриша Распутин пăтратса пурăнни çинчен те пĕлме кирлĕ мар пире. Ак кĕçех мана та вăрçа илсе кайĕç. Камшăн юн тăкмалла? Çав путсĕр Распутиншăн-и? Ăстăнпа хавшак патшашăн-и? Е пур-çук турăшăн-и? Турри чăнах та çук нуль. Пур пулсан та, шуйттанран тайăнрах. Хăй ĕрчетнĕ этем йăхне пĕр шеллемесĕр пинĕ-пинĕпе, мĕльюнĕпе вăрçăра вĕлерттерет. Ман аттене çакăн пек шухăшсене никамран пытармасăр каланăшăн çынсем: «Кĕнеке вуласа ухмаха ернĕ», — тенĕ. Тăван ялтах пуриншĕн те ют, усал çын пулса тăнă вăл… Тупата туршăн. Чахрун Мишши пиртен ăраскаллăрах. Вăл Чӳккукринче кăмăшка вĕретсе ĕçет те ял тăрăх çапкаланса çӳрет. Хăйĕн Емпĕлти Альтукĕ çав вăхăтра кампа емпĕлтетнине те сисмест. Çакăн пек сăмахсемпе çамрăк чуна пăтрататчĕ Çимун. Тепĕр чух урăхларах сăмахсем те пуçлатчĕ, чĕрене тата хытăрах ыраттаракан туйăмсем пирки Трашукпа çывăх туспа калаçнă пек калаçатчĕ. Хăйĕн ача сăнĕ пек хĕрлĕ сăнлă çамрăк арăмне юратмасть иккен Çимун. Лешеккинче унăн юратнă хĕрĕ пурăнать. Майра хĕрне юратса пăрахнă вăл, анчах мучăшĕ Çимун кама юратнине ыйтса тăман, кайнă та Ыхраçырми хĕрне çураçса килнĕ. Çимун — йăваш чун, мучăш ирĕкĕнчен тухайман. Пĕлет вăл: вырăс хăйĕн хĕрне чăваша парас çук. Мăрзабай Павăлĕ те, ятлă çын пулнăран вырăссемпе явăçать пулин те, чăвашран писмен, майра хĕрне киле илсе килсе, халăх умĕнче намăс курас çук. — Чăваш чăвашах илмелле тесе мăкăртатрĕ вăл мана авлантарас умĕн, — тет Çимун. — Эп майра хĕрĕпе çӳренине сиснĕ пуль, эсрел. «Юманпа çăка мăшăрланмаççĕ, майра чăваш каччăшăн мăшăр мар», — текелерĕ тата. Хăшĕ юман, хăшĕ çăка пулнине каламарĕ хăй. Ман шутпа, юманĕ — вырăс. Чăвашĕ çăках пуль. Унран такам та пушăт тирме пăхать. Хăйĕн юратнă хĕрне, гимназисткăна, кама качча парĕ-ши, апла пулсан? Вĕреннĕ каччă чăвашра епле тупĕ-ши? Эх, Мăрзабай, Мăрзабай! Мана атте пек юратнă çĕртенех пурнăçăма пăсса хутăн. Çак сăмахсем Трашук чунне те пăлхатса ячĕç. Кăшт шанчăк та пачĕç пек. Вĕреннĕ те культурăллă каччă! Трашук вĕренет-çке, культурăллă çын пулма та тăрăшĕ вăл. Анчах шухăш-туйăмĕсене юлташне систерес темерĕ, калаçăва урăх еннелле пăрса ячĕ: — Тĕлĕнтертĕн эс мана, Çимун пичче! Тăван мучуна Мăрзабай, тесе чĕнетĕн. Эс ху Мăрзабай мар-и вара? — Çук, ача, эпĕ Мурзабаев мар çав. Атте пушкăртсем панă ята юратман, Мурзабаев хушамата та кăмăлламан. Мана тĕне кĕртнĕ чух чиркӳ кĕнеки çине Николаев тесе çыртарнă, çав апăрша аслашшĕ ячĕпех. Назара та, хăй ун хреснашшĕ пулнипе, çаплах Николаев хушаматпа çыртарнă. Пирĕн Павăл мучи юлашки Мăрзабай-Мурзабаев пулса тăчĕ ĕнтĕ. Анчах Мăрзабайĕ хăй ят пирки мар, йăхĕ пирки ăшаланать. Назар вăрçăра пĕтсен, ашшĕн пĕртен-пĕр ар туратти хăрса ларать. Вилмесен те, ялта пурăнса, Мăрзабай ăрăвне ĕрчетес çын мар вăл. Çавăн пирки пăшăрханать те Мăрзабай. Çимуна вăл ывăлĕнчен те юратарах парать, анчах Çимунĕ Павăл ывăлĕ мар çав, Тимуш ывăлĕ. Павăл, ваттисен йăлипе, хĕрне курнă-курман авланнă. Хытă кăмăллă арăмне юратмасть. Укахви уишăн аптрасах кайман, хăй те упăшкине кăмăлламан вăл. Унăн тăванĕсене вара пачах сивĕтсе пĕтернĕ. Тăлăх Çимуна та, ют ача вырăнне хурса, пайтах макăртнă. Йăваш упăшки Çимун пирки тепĕр чух урса кайса харкашнă чурăс хĕрарăмпа. Пурăна киле Мăрзабай çемйинче икĕ е уççăнах, е вăрттăнах хирĕçекен ушкăн пулса тăнă. Мăрзабай кĕçĕн хĕрне ачашшăн ӳстерме пăхнине курсан, Укахви аслипе варлăрах пулма, тăрăшнă. Çимун пирки унчченех асăнтăмăр. Назар ӳсе киле çавна асăрханă та, амăшĕ çумне туртăнса, икĕ ушкăна шутпа танлаштарнă. Çимун авланнă хыççăн пĕр ушкăнĕ ытларах пулмаллаччĕ пек, анчах йăваш чунлă Пăлаки, упăшкин чун ăшшине туйса курманскер, нихăш енне те хутшăнман, пурне те юрама тăрăшнă. Елĕкхи йăлана çирĕп тытакан Хурăнвар пуянĕн хĕрĕ Укахви упăшкин сăмахне хăлхана чикмерĕ, майралла тумланма килĕшмерĕ. Аслă хĕрĕшĕн те майра тумне йышăнмарĕ вăл, ăна шкула вĕренме те ямарĕ, хура ĕçе хăнăхтарчĕ. Павăл вара вĕсене хистеме пăрахрĕ те кĕçĕн хĕрне хăйĕнпе пĕрле Куçминккана илсе кайрĕ: майралла тумлантăр, вырăсла калаçма лайăхрах вĕрентĕр. Хулари гимназие вырнаçтарас умĕн вăл Наçтука хула майрилле тумлантарчĕ. Лешĕ хаваслансах килĕшрĕ, тумĕпе ялти е Куçминккари майрасенчен ирттерсе ячĕ — улпут хĕрĕ тейĕн. Хуларан савçимех киле таврăнсан, амăшĕпе аккăшĕ «хула хĕрачине» кӳрентересшĕнех: «Хăвăн чечен тумна хăвах çу, эпĕр ун пеккине çума чухлаймастпăр, çĕтме пул-таратпăр», — тесе шӳтлĕн тăрăхланă. Наçтукĕ шӳтне сисмен, чăнах та хăйĕн тумтир таврашне хăех çуса тасатма вĕреннĕ. Ашшĕ хĕрне уншăн мухтанă, чечен тума якатма утюг илсе панă. Кĕпе çăвас ĕçрен урăхла хура ĕç туман Наçтук, кĕнеке вуланă та тĕрĕ тĕрленĕ. Тĕрлессе те, хулара хăнăхкаланăскер, чăвашла мар, майралла, пир çине те мар, батист е пурçăн çине тĕрленĕ. Наçтука ашшĕ купца е пĕр-пĕр учитель майри пулма хатĕрлет тенĕ вара çынсем. Наçтук Кĕтерирен кĕçĕн мар. Анчах вĕсем иккĕшĕ хăйсем хушшинче мĕн-мĕн калаçнине' итлесе ларсан, Наçтук Кĕтери умĕнче айван хĕрача пек курăнать. Вăл, чăнах та, каччă пирки шухăшламасть, ĕмĕр ашшĕ килĕнче пурăнма хатĕр. Кĕтери хĕрсем-каччăсем çинчен çăмах хускатсан, Наçтук кулма тытăнать, тантăшĕн шухăшĕ-туйăмĕсене ача вăййи еннелле çавăрса ярать. Кĕтери, хăй чеерехскер, акамĕ пирки те хăйне май шухăшлать: «Эс апла юптарма пĕлетĕн пулсан, эпĕ те вăлтма пĕлетĕп», — тет хăй ăшĕнче. Сăмахпа çапла калать: — Атя-ха, юмахри пек качча кайса курар. Эпĕ сан пек пуян хĕрĕ пулсан, Чее Миттяна е Санькăна качча кайăттăм. Çапла-и? — Эс пулсан, çапла пуль, — хуравлать Наçтук именнĕ пек. — Эс пулсан тата? — тĕпчет Кĕтери, хура куçне ялкăштарса. — Эпĕ нихçан та качча тухмастăп, эп Таллă мăнастирне кайса мăнашка пулатăп, — тет Наçтук, кулмасăрах. — Ан ухмахлан! Кулинесем мăнастире кайччăр. Вĕсен каччисем вăрçăран таврăнаймаççĕ пуль. Пирĕн каччăсем ӳссе çитнĕ çĕре вăрçă пĕтет, — татса хурать Кĕтери. Унтан каллех тĕпчеме тытăнать: — Чее Миття каччă мар-и? — Ытлашши чее. — Санька чее мар. — Çăмăлкка та вĕçкĕн. — Ан тиркешсе лар, Наçтук. Ялта сана тайăн каччă урăх çук. Чухăна аçу пурпĕрех памасть сана. Капла чăнахах каччăсăр тăрса юлăн, ирĕксĕрех мăнастире каймалла пулĕ. — Ан йĕкĕлте, Кĕтери! Асту: çиллентерсен, хăвăн чун савнă каччуна сивĕнтерĕп, чухăн тесе пăхса тăмăп! — тет Наçтук, кулкаласа. Кĕтери те кулма тытăнать: — Ман каччă — ял тулли. Пурне те сивĕнтереймĕн. Пĕлессӳ килсен, ман кӳршĕрех каччă пур. — Кам?! — чăнахах тĕлĕнсе ыйтать Наçтук. — Вăт, пĕлместĕн те. Ăна сивĕнтереймĕн, вĕри каччă. Ĕлĕм-Чĕлĕм каччă мар-и? Халĕ те кинĕсене авланатăп тесе хăратать. Пĕррехинче, шăп çапла калаçса ларнă чух, тулти пӳртре Наçтук ашшĕн сасси илтĕнчĕ. Хĕрсем шăпăрт пулчĕç. — Амăшĕ, илтетни? Михаля çемйине пăрахас мар терĕм. Пире пурпĕрех ĕç вăхăтĕнче тепĕр тарçă кирлĕ пулать. Трашука халех илес тетĕп. Ачи ĕçе хăнăхса çитмен-ха. Хăнăхĕ. Пĕлтĕр Çимунпа аванах ĕçлерĕ. Калаçса татăлтăмăр. Ыран пирĕн пата пурăнма куçать. Наçтук Кĕтери еннелле вăрттăн куçпа шуса илчĕ. Лешĕ çӳхе тутине чăмăртаса çĕрелле пуçне чикрĕ. Алăк уçăлсан, Кĕтери хуçа хыçне пулса йăпăрт турĕ тулалла. Ашшĕ Наçтук патне çывхарчĕ, кĕсйинчен çыру кăларса аллине тăсрĕ. — Пурпĕрех, ку хыпара санран пытараймăн. Ме, хăвах вула. Вăрçă инкекĕ пире те килсе тиврĕ. Çимун йывăр суранпа госпитальте выртать. «Аннене ним те каламарĕ-ха атте Çимун пичче пирки, — шухăшларĕ Наçтук. — Упăшкин тăванне юратмасть çав анне. Маншăн Çимун пичче тăван пиччерен те хăклăрах». — Инкене каларăн-и? — ыйтрĕ Наçтук ашшĕнчен. — Калаймарăм çав. Эсĕ кала. Кăшт суранланнă, госпитальтен тухсан киле таврăнать пуль тесе йăпат. Çырăвне ан кăтарт, çырăвĕ аттере те, — туртса илме пултарать. Вара пĕр-пĕр хут пĕлекен çынна вулаттарĕ. Ав ыран Трашуках вулаттарма пултарать. Килйышсем илтесрен асăрханса Мăрзабай хĕрĕпе вырăсла калаçрĕ. Хĕрĕ те вырăсла хуравларĕ. — Юрĕ, атте. Полина питĕ ырă çын вăл, ăна ытлашши хурлантарас килмест çав. Хĕвел пăхрĕ ăшăтса Трашук вуласса нумай вуланă та пуçне сахалтарах илнĕ. Халĕ вулама вăхăт çук, шухăшсем вара вĕркĕшсех тăраççĕ. Çамрăк йĕкĕт çынсене тимлĕнрех сăна пуçларĕ, вĕсен сăмахĕсемпе хăтланăвĕсене аса илет, шухăша каять. Çимун сăмахĕсем аса килеççĕ, вĕсен пĕлтерĕшне тин тавçăрма пуçланă пек туйăнать ăна. Халь унпа калаçса курасчĕ! Елĕкхи пек чĕмсĕр итлесе лармĕччĕ вăл, хăйĕн аслă юлташне тĕрлĕ ыйтусемпе аптратса чыхăнтарĕччĕ. Павăл мучи Çимун пиччерен айванрах мар пуль. Турă пирки те, патша иирки те унăн хăйĕ.н ăнланăвĕ пурах ĕнтĕ. Унпа калаçса курасчĕ. Е пуп патне каяс та тӳрех. ыйтас: «Кала-ха чăннниех, пачăшкă, турă пур-и вăл е çук та-и?» Пĕлсен те каламĕ, эсрел. Е вăл хăй те пĕлмест-и? Пĕлмест пуль. Мăрзабай та пĕлмест, никам та пĕлмест. Кăяш Тимкки тата? Эх, çав çын халь яла килсе кĕрсен, Трашук унпа пĕр именмесĕрех калаçĕччĕ. Елĕксенче час-часах пулкалатчĕ вăл Чулçырмара — Рамашсем патне е Ятрус патне килетчĕ. Пĕчĕккисемпе пысăккисемпе калаçнă пек калаçатчĕ, вылясса вара хăй те пĕчĕк ача пек вылятчĕ. Тĕрлĕ тĕлĕнмелле кăсăк хыпарсем, историсем каласа паратчĕ. Юмахлас-сăмахлас енчен вăл Шатра Миккаран та ирттеретчĕ. Çавăн пек çынсем кĕнеке çыраççĕ пуль… Пĕчченлĕх питĕ хăрта пуçларĕ Трашука. Халĕ вăл Мăрзабайăн картишĕнчи пӳртре чĕмсĕр те тискертерех Тимукпа пĕрле пурăнать. Пӳрчĕ пысăк мар пулин те, ăна икке уйăрнă. Пӳрте икĕ вĕçрен кĕме икĕ алăк каснă. Шалти стенара вара алăк çук. Çав пӳртре мал енче Çимун çемйи пурăнать, кай енче — Тимукпа Трашук. Урам тăрăх тăсăлса ларакан шăвăç витне, хĕрлĕ крыльцаллă, аслă та ирĕк пӳртре таса Мăрзабайсем çеç пурăнаççĕ. Икĕ тарçă хуçасенчен уйрăм апатланаççĕ. Апат-çимĕç вĕсене Пăлаки е тепĕр чух Кулине килсе парать. Пĕррехинче йĕкĕт Кĕтерие тĕл пулчĕ. Лешĕ Трашук умнех пырса тăчĕ, вут-хĕлхемлĕ çĕмĕрт куçĕпе каччă çине тăрăхласа пăхса илчĕ те: — Пĕр çуртрах пурăнатăр ĕнтĕ, — терĕ. — Çырусăрах шăкăл-шăкăл калаçатăр пуль, унăн ĕçре хытман кăпăш аллине те ачашшăн чăмăртаса куртăн пуль, чие куçран тĕмсĕлсе пăхатăн пуль. Çапла ĕрĕхсе пакăлтатрĕ-ахăлтатрĕ те Кĕтери çавăнтах таçталла ыткăнчĕ. — Арçури, качака таки! — мăкăртатса вăрçрĕ Трашук, лешĕ куçран çухалсан. — Пĕр çуртра! Çуртра мар, картишĕнче пурăнатăп эпĕ, кайри выльăх картишĕнче. Чăнах та, Мăрзабайăн картишĕ те пĕрре мар, иккĕ. Малти яланах тăп-таса. Кунта ăпăр-тапăр япала çук. Кайри картиш темиçе хут пысăкрах. Вĕсене хăма хӳме уйăрса тăрать. Малтинчен кайрине тухма-кĕме хапхи те, калинкки те пур. Хыçалти картишре — выльăх витисем, икĕ аслăк. Аслăк çийĕнче — утă-улам куписем, айĕнче — урапа-çуна таврашĕсем те тĕрлĕ ăптăр-калтăр япаласем. «Кăпăш аллине тытса чăмăртăн, чие куçĕнчен тĕмсĕлсе пăхăн, — çавах ăшра çĕтĕлет Трашук. — Кĕтсех тăр!» Мăрзабай килĕнче уйăх пурăнса та Наçтука курман-ха вăл. Пĕррехинче курнăччĕ, калаçас тесен, калаçма та пулатчĕ. Эх, ăçта вăл калаçасси! Трашук хапха уçса сурăхсене шăварма урамри çăл патне хăваласа кăларчĕ. Наçтук хапха умĕнче тăратчĕ. Ĕлĕкхи пек «Трашук мучи» тесе сăмах чĕнмерĕ ăна вăл, курман пекех. «Наçтук мăн кăмăллă çын мар, анчах халь курмасть-палламасть мана. Пурнăç йĕрки çапла пуль ĕнтĕ. Тарç.ăпа калаçмастпăр», — кӳренсе шухăшларĕ Трашук. Хуçа хăй те халь Трашукпа ĕлĕкхи пек сăмах вакламасть. Пĕр Тимукпа çеç пурăнса ху та кайăкланса кайăн. Тĕлĕнмелле тискер çын çак Тимук. Çимун юратмастчĕ ăна, «Мăрзабайăн управляющийĕ» тесе тăрăхлатчĕ. Мăрзабай килĕнче унччен те вăхăтлăх тарçăсем пулкаланă, анчах Тимукпа килĕштереймен зĕсем, часах ятлă хуçа килне пăрахса кайнă. Тимук кунта Трашук мĕн астăвассах пурăнать. Миçере-ши вăл? Хĕрĕхре е аллăра-и? Хăй пĕртте улшăнмасть пек, тахçантанпах пĕр сăнлă: сухалне такам çумласа сайралатнă тейĕн, çын çине куç айĕн пăхать. Куçĕ вара тĕксĕм те яланах ыйхăллă пек курăнать. Вăл Укахвин çывăх хурăнташĕ, теççĕ. Ăна вăл Хурăнвартан хăйпе пĕрле, тăлăха пăрахас мар тесе, илсе килнĕ пулать. Ашшĕ мĕн тесе çав «тăлăха» йышăнма килĕшнине çамрăк Мăрзабай пĕлмен. Кайран, хăй хуçа пулса юлсан, ют çынна Хурăнвара ăсатасшăн пулчĕ, анчах пултараймарĕ, арăмĕ упăшкине хирĕç ĕрĕхсе кайрĕ. Укахви йăвашрах упăшкине çĕнтерчĕ. Çапла, вара çирĕм пилĕк çул ĕнтĕ Хурăнвар чăвашĕ, хусах Тимук, Мăрзабай килĕнче пурăнать. Çынпа хирĕçме юратман Мăрзабай малтан ют çынна вĕчĕрхенсе тӳсрĕ, кайран хăнăхса çитрĕ. Тискер те ĕçчен-ха çынни, хуçалăхшăи тăрăшать, тем те тума пĕлет хăй. Халĕ Мăрзабай унсăр пĕр-пĕр молотилкăна ĕçе яма та чухлаймĕ. Тимукăн хушаматне никам та пĕлмест: Анчах тăрăхласа вырăс сăмахĕпе чĕнеççĕ ăна, Мирски Тимук теççĕ. Çав мăшкăллă хушамата вырăсла пĕлмен хĕрарăмсем тупса хунă. Сăмахĕн пĕлтерĕшĕ паллă çав вĕеемшĕн. Ĕне кĕтĕвĕ валли ялĕпе туяннă вăкăра çапла мирски вăкăр теççĕ. Ма çав сăмах хусах Тимук çумне пырса çыпăçнине хĕрарăмсем хăйсемех чухлаççĕ пуль… Çав Мирски Тимукпа пурăнса хресчен ĕçне тĕплĕн вĕренме пӳрнĕ ĕнтĕ Трашука. Те хуçа сăмахне итлесе, те хăй еккипех Тимук чиперех пурăнать çĕнĕ тарçапа, ăна ытлашши вăрçмасăрах ĕçе вĕрентет, ĕлĕк ытти тарçăсемпе вăрçнă пек нимсĕр вăрçса хирĕçсе каймасть. Чĕмсĕр те тискертерех сăнлă çынпа пурăнма та, ĕçлеме те кичемрех ĕнтĕ, анчах Трашук ӳпкелешмест-ха, Мăрзабай патне тарçа кĕнĕшĕн ӳкĕнмест. Паллах, Тимук пичче Çимун пичче мар, унпа кирлĕ-кирлĕ мара калаçса чуна уçса. яраймăн. Пырĕ-ха. Еçе хăнăхман йĕкĕте усал сăмах каласа вăрçманни те лайăх. Уншăн темле йывăр ĕç тума та хатĕр мĕскĕн йĕкĕт. Паян çураки умĕнхи юлашки вырсарникун. Трашук ирхи ĕçсене туса пĕтерчĕ. Тимук паян тарçă ĕçне яланхи пек чĕмсĕррĕн пуçне сулса ырлас вырăнне, кулам пекки туса, тутине пăркаларĕ те сăмах хушрĕ: — Юрĕ. Эсĕ те Хушка ту çине кай ĕнтĕ, хăвăн тăлăх телейне хӳререн çавăрса тытма тăрăш, — терĕ, хăй çавăнтах, хыçалти хапхаран тухса, таçталла сулăнчĕ. Кăçал мункун ир килчĕ — шурă çулпа. Тусем-сăртсем çинче те вăл хура пуçне кăтартаймарĕ. Халĕ тусем-сăртсем хуралнă ĕнтĕ. Хирти хура лаптăксем те сарăлсах пыраççĕ. Яш-кĕрĕм кăçал пирвайхи хут Хушка ту çине вăййа хăпарать. Трашук, «управляющин» сăмахне итлесе, вăййа чупма васкамарĕ, вăл лупас тăррине хăпарса утă çине выртрĕ. Тем кĕтсе выртать-ха. Кунтан тавралăх лайăх курăнать. Çыран тăррине хăпарма тăрăшса шавлакан Чулçырма шывне те, Тук шывĕ тулса, юлхаввăн ейӳ вырăнсене йышăнса, Лешекки çурчĕсем патне çывхарнине те сăнаса выртать йĕкĕт. Хушка тăвĕ вара ал тупанĕ çинчи пекех. Авă унта пикесемпе йĕкĕтсем васкамасăр утса хăпара пуçларĕç. Хĕвел иртенпех пĕтĕм яла савăнтарса ăшăтса пăхать. Савăк та ĕçчен çуркунне килсе çитрĕ ĕнтĕ. Трашукшăн та çитрĕ вăл. Тăлăха юлнă йĕкĕт хуйхи майĕпе сĕвĕрĕлсе кайрĕ. Паян мĕн хĕвел тухнăранпах каччă чунне çурхи ăшă çупăрларĕ. Çӳлтен анать çав ăшă, пархатарлă çурхи хĕвелтен. Аслăк тăрринче тем кĕтсе, хĕвел ăшшипе киленсе выртакан Трашук хăй сисмесĕрех ăшра сăвăсем кала пуçларĕ. Малтанах Пушкин сăввисем аса килчĕç. «Гонимы вешними лучами… » Унтан чăваш сăввисем таçтан çаврăнса тухрĕç: Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Хĕвел пăхрĕ ăшăтса. Силпи чăваш ялĕнче Юр ирĕлчĕ васкаса. Чулçырма та Силпи пекех чăваш ялĕ. Кунта та çур-кунне хĕвел ăшăтса пăхать, юрĕ васкаса ирĕлет, тавралăх тĕсне улăштарать. Тусем, сăртсем хуп-хура Юрĕ кайса пĕтнĕрен. Тухать курăк çăп-çăра Хĕвел хытă хĕртнĕрен. Çак сăвва кам çырнă-ши? Шкул кĕнекинче тупаймăн ăна. Шкул валли çырнă чăвашла кĕнекесем çук çав вĕсем. Чăвашла кĕнеке пĕррехинче Ятрус учитель вулама панăччĕ ăна. Трашук пысăк поэмăн çак сакăр йĕркине çеç астуса юлчĕ. Хăй поэт пулсан, вăл та Чулçырмари çуркунне пирки сăвă çырĕччĕ. Трашук Наçтук кĕçĕн хапхаран тухса ял вĕçнелле утнине асăрхарĕ. Вара хăй те лупас çинчен сиксе анчĕ те хыçалти хапхаран йăпшăнса тухрĕ, пахча çумĕпе сăрт еннелле уттарчĕ. Çамрăк йĕкĕтĕн чĕринче сăвăри пек илемлĕ сăмахсем шăранаççĕ. Хĕвел! Пысăк та вĕри, ырă та савăк-çке эсĕ. Хĕвел! Пĕтĕм тĕнчене, кашни яла ăшăтасшăн çунатăн эсĕ. Эсĕ ăшшăн пăхнăран тĕнче вăранать, илемлĕ тум тăхăнать, этем чĕри савăнать. Шурă юр çеç кулянать, йĕрет, куççуль тăкса çырма юхтарать. Çырми тулса каять, шарласа, кĕрлесе васкать пысăк юханшыв еннелле. Сăртсем те ĕнтĕ, малтан хура пулнăскерсем, сисĕнмесĕрех ешерме пуçлаççĕ. Халь тĕллĕн-тĕллĕн выртакан юр хура çĕр çине шурă саплăк хунă пек курăнать. Çĕрĕ хура, саплăкĕ шурă. Çĕрĕ çирĕп, саплăкĕ çĕрĕк. Çĕрĕ ешерет, саплăкĕ çĕтĕлет, пĕтет. Трашук вăйă сăрчĕ çине Киремет енчен, чăнкăрах, çын çӳремен тĕлтен, хăпарчĕ. Ку еннелле пăхмаççĕ, чупмаççĕ вăйăри хĕрсемпе каччăсем. Малтан кăшт йĕри-тавра пăхкаласа тăрас терĕ йĕкĕт. Вăйăра пурте тан, Кĕтери каларăшле, Наçтукăн çемçе кăпăш аллине те тытса чăмăртама юрать. Анчах каччăн теветкеллĕхĕ шухăшра кăна, хăй, халь-халь каялла çаврăнса, анаталла тарма хатĕр. Çапах иккĕленсе, хăйĕнчен инçех мар хĕвĕшекен яш-кĕрĕме сăнаса тăрать-ха. Çакăнта, Хушка ту çине, пĕтĕм çамрăк, ялйыш пухăнать. Сăрчĕ ял енчен пăхсан çеç сăрт пек курăнать. Кунта сăрт шĕвĕрленсе тăрăланса кайман. Ял вырăнĕнчен çӳлерех тӳремлĕ лаптăк таçта çити сарăлса выртать. Пĕчĕкрех ачасем катара тупăлла выляççĕ. Çитĕннĕ е çитĕнсе пыракан хĕрсемпе каччăсем çывăхра хĕвĕшеççĕ. Хĕвел ăшăтса пăхать пулин те, кунĕ сивĕрех-ха. Сăрт хĕрлĕ хăмачлă, хитре тĕрĕллĕ кĕпесемпе, тĕрлĕ тĕслĕ чĕрçиттисемпе чечекленмен. Каччăсен тĕрленĕ кĕписем те, хĕреен йĕс хӳрисемпе кĕмĕл укçаллă мăййисем те сăхман айне пытаннă. Паян карталанса, лăпкăн утса, тĕрлĕ юрăсем юрлама иртерех çав. — Çук, паян телее хӳререн çавăрса тытаймăн, — Тимук сăмахне аса илчĕ Трашук, — тепер тесен, Наçтук хӳре те, чĕрçитти те çакса çӳремест. Çине сăхман та мар, темле çăмăл хула тумтирне тăхăннă. Тăлăххăн сăрт хĕрринче сăнаса тăрать Трашук. Каччăсем хăшĕ' юрласа, хăшĕ ташласа çуйăхаççĕ. Хĕрсен сасси-кулли вĕçĕмсĕр кĕленче çемĕрнĕ пек чăнкăртатать, шăнкăрав пек тĕнкĕлтетет. Сиксе вĕрет вăйă хуранĕ. Трашук çав-çавах пĕччен тем сăнаса, шухăша кайса тăрать. Акă вăл Чее Миттяна асăрхарĕ. Куçминккаран килсе çитнĕ иккен. Хĕрсем умĕнче явăнкаласа çеç çӳрет. Лакпа витнĕ çап-çутă атти хăйĕн таçтан курăнать. Миття Трашука палласшăн та мар. Аçтан паллатăр? Атă çăпатапа паллашмасть вăл. Миттян ашшĕ темиçе тарçă тытать. Трашук хăй тарçăра пурăнать. Çак тĕлтенех Яхруш хăшкăлтатса хăпарчĕ. Трашук пекех, урине çăпата сырнă. Хашкаса утса пынă майăн юлташне чышса ячĕ, катăк шăлне кăтартса, кăмăллăн сăмахларĕ: — Ма пуçна усса тăран? Атя хуралла выляма. — Эсĕ пуçласа яр, эп каярахпа пыратăп, — хуравларĕ Трашук. Акă хĕрсем-каччăсем хуралла выляма мăшăрланса тăчĕç. Паллах, Кĕтери хураллать. Вăл, арçын ача пек шӳхă хĕр, никамран та именмест. Тумĕ те ĕнтĕ хăйĕн чаплă мар, уринче те çăпата çеç, çапах Яхрушпа иккĕш вĕсем вăйăра туйри хăйматлăхсем пекех хăюллă, шухă. Малти мăшăр — Наçтукпа Миття. Пĕрне-пĕри тайăн тумланнă. Иккĕшĕ те ĕмĕрне çăпата сырса курман. — Кăшшу-уй, пирвайхисене тытмастăп! — тесе кăшкăрса ячĕ те Кĕтери — вăйă пуçланчĕ. Хытă чупать Кĕтери, анчах вăл малтанхисене мар, кайран чупнă каччăсене те тытаймарĕ-ха. Ак Наçтукпа Миття тепĕр хут чупрĕç. Миття хытă чупать. Кĕтери тавра чупса çаврăнса, Наçтукпа пĕрлешесшĕн вăл. Кĕтери ун хыççăн çил пек вĕçтерчĕ, лешĕ, унталла-кунталла чупкаласа, хĕре вăлтма тăрăшрĕ. Пулмарĕ. Труках шухланса кайнă хĕр каччăн пиншак аркине ярса та тытрĕ. Кайран «тăлăх» Наçтук Яхруша тытрĕ. Трашук каллех кĕвĕçет. Яхруш ăраскаллă. Пурте ăраскаллă, пурте савăнаççĕ. Трашук çеç телейсĕр, тĕнчере чи мĕскĕн каччă. Шухăшра хăюллă, ĕçре хастар вăл. Вăйăра — тунката. Халĕ те пĕччен тăрать… Тунката мар-и? Акă вăл каллех вăййа сăнама пуç.ларĕ. Халь ĕнтĕ Кĕтери мар, Евлен хураллать. Тепĕр пуян хĕрĕ. Наçтукран та хитре тумланнă хăй, Кĕтерирен те хăюллăрах. Чупаканнисем — Кĕтерипе Миття. Евлен Миттяна хăваласа çитет, хупăрлать. Миття парăнмасть: вăрт! çаврăнать те Кĕтери еннелле вĕçтерет. Кĕтери, каччине курман пек туса, аяккалла чупрĕ. Виççĕшĕ те Трашук еннелле вĕçсе килеççĕ. Трашук пăрăнса ĕлкĕреймерĕ, Кĕтери, ĕрĕхсе кайнă юпах тиха пек, ăна пырса та çапăнчĕ… Иккĕшĕ те, ту айккипе йăваланса, анаталла кусса кайрĕç. Миття, хăй те анаталла сирпĕпесрен хăраса, тăп чарăнчĕ. Евлен çав вăхăтра каччине çавăрса тытрĕ, чарăнайман пек пулса, ăна пĕр самантлăха ыталаса та илчĕ. Вăйăри çамрăксем ахăлтатса кулма тытăнчĕç. Кĕтери сăрт айккипе чарăнаймасăр куснă вăхăтра та çухăрма, ихĕрме пăрахмарĕ. Трашук пĕр тĕмескене икĕ аллипе ыталаса илчĕ те аран кусма чарăнчĕ. Çав вăхăтрах Кĕтери те пĕр аллипе темскертен çакланчĕ, тепĕр аллипе каччăн сăхман аркине ярса тытрĕ. Çавăнтах шăпланчĕ хăй, ним пулман пек Трашук çумне ура тăсса ларчĕ. — Аманмарăн-и, Трашук? — ыйтрĕ вăл йăваш сасăпа. Унтан ура çине тăнă качча сасартăк çĕре туртса антарчĕ те хăйпе юнашар лартрĕ. — Ан васка, ухмах, — терĕ вăл сăпайлăн. — Ăраскалу хăш енче çӳрепине те курмастăн. Эп пулман пулсан, кунĕпех тăлăх тунката пек тăраттăн-ха. Çилленмерĕн-и? Юриех сана пырса çапăнтăм вĕт. Трашук Кĕтери куçĕнчен тин тăиа кĕре пуçланă çын пек пăхса илчĕ те каллех пуçне усрĕ. — Тăлăх мар-и вара? Тăлăх çаз. Атте вилсе кайнăранпа ăраскалсем манран аяккалла тарчĕç. Вĕренме пăрахса тарçа кĕнĕренпе хĕрсем те, туссем те манран ютшăнчĕç. Кĕтери сасартăк çплленпĕ пек пулчĕ те çапла каларĕ: — Пĕр хĕр юратни çитмест-и вара сана? — Вăл та юратмасть çав. — Юратать, — касса татрĕ Кĕтери. — Пĕр хĕр сана тем пек юратать. Сансăр уншăн уйăх та пăхмасть, хĕвел те ăшăтмасть. Юлашки сăмахсене вăл куçне хупса пăшăлтатса каларĕ. — Ăçтан пĕлен? — ура çине сиксе тăчĕ Трашук. — Пĕлмесĕр! Каçсерен вăл хăлхаран пăшăлтатса калать мана. — Кам? Ятне кала. — Хăвăн чĕрӳ систермесен, кам калатăр сана? Трашук каллех Кĕтери çумне ларчĕ, хăй те хĕр аллине тытса чăмăртарĕ. — Тархасшăн, кала… Чăнахах мана Наçтук юратать-и? Кĕтери ним те чĕимерĕ. Сасартăк ура çине сиксе тăчĕ те каччине çӳлелле сĕтĕрчĕ. — Атя, тăлăх тунката! Атя, çĕтĕк çăпата, вăййа каяр. Пушмак хыççăн чуп. Эс хĕрне мар, пушмакне юратнă, теççĕ. Шыра, эппин, ăраскална, тыт хӳринчен телейне. Юриех саншăн Наçтукпа Миттяна уйăртăм, сан тăшманна Евлен аллине патăм. Халь Евлен вăйă пĕтичченех алăран вĕçертмест ĕнтĕ хăйĕн савнă каччине. Кĕтерипе Трашук малти мăшăр умне пырса тăнине нпкам та асăрхамарĕ. Анчах Трашукĕ Кĕтери çине пăхмасть, вăл куçĕпе Наçтука шырать. Наçтук Унтрипе тăрать иккен. Вĕсен кĕçех чупмалла. «Эх, ман хуралласчĕ халь». Çапла шухăшласа та ĕлкĕреймерĕ Трашук, сăрт çине Санька хашкаса хăпарчĕ. — Тражук, — кăшкăрчĕ вăл, — зана хузя халех киле даврынма хушрĕ. Çутă хĕвел сӳнсе ларчĕ Трашукшăн. Мĕскĕн каччă хăй аллине çумри хĕр юлашкинчен хытă чăмăртаса илнине те сисмерĕ, Наçтук вăйăри каччине хирĕç вашлаттарса чупнине анчах курса юлчĕ вăл. Трашукран пушанса юлнă вырăна, Кĕтери çумне, Санька пырса тăчĕ. «Каллех пĕр-пĕр усал хыпар илсе килтĕн-и е часрах вăййа хутшăнас шутпа мана юри вăлтрăн-и эс, эсремет?» — шухăшларĕ Трашук. Çук, ахалех вырăс ачине айăпларĕ йĕкĕт. Сăрт айĕнче ăна Кулине кĕтсе тăрать-мĕн. Марзабай хăни Трашук сăрт çине ĕселеннĕ вăхăтра Мăрзабай хапхи умне юланутлă çын пырса чарăнчĕ. Хуçа чӳречерен пăхрĕ те пăлханса ӳкрĕ: «Ах, турăçăм, Белянкин! Çул ӳкичченех юланутпа мĕн шыраса çӳрет-ши ку вырăс шуйттанĕ? Çул майăн çеç килсе çакланчĕ пулсан, пырĕччĕ. Юри ман пата çӳллĕ кĕпер урлă каçса, çирĕм çухрăмлă тавра çулпа килчĕ пулсан, ырра мар вара. Вулăсри эсерсен çулпуçĕ вырăнне хурать-ха хăйне хăй. Асăрхан, Мăрзабай, хăлхуна тăрат, чĕлхӳне çырт, яка калаçакан чее вырăсран чылай чеерех пулма тăрăш». Тарăн шухăшлă Мăрзабай хуçалăхшăи пăшăрханнипе кăна мар старшинаран тухма васкарĕ: тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулхи пăлханусем асран каймаççĕ. Яппун варçи хыççăн иуçланчĕç вĕсем. Хальхи вăрçă темиçе хут вăйлăрах, хăрушăрах. Халăх та темиçе хут вăйлăрах пăлханма пуçлĕ. Ун пек самана пуçлансан, влаçсенчен те пăрăн, тĕрлĕ революционерсемпе те ан çыхлан. Мĕн шухăшлани пулчех вĕт. Февральти пăлхану патшана сирпĕтрĕ. Ун хыççăн, ак, пăлхавĕ пĕтме мар, сарăлсах пырать. Хăй ĕçрен вăхăтлă тухнăшăн хытă савăнчĕ старшина пулнă çын. Куçминккари тусĕсенчен пăрăнас терĕ вăл, çавăнпа юлашки вăхăтра пасара çӳреме те пăрахрĕ. Анчах «тусĕсем» ăна манасшăн мар иккен. «Белянкин хапха умне килсе тăни ырра марах. Юрĕ-ха. Ĕçтерес ăна хытăрах, ӳсĕртес. Политика пирки ытлашши калаçма асăрхантăр тесе, сĕтел хушшине тата тепĕр çын лартас… » Çак шухăшсем Мăрзабай пуçĕнче, вăл хăнана палланă хыççăн, çиçĕм пек çиçсе илчĕç. — Сăмавар ларт, çăмарта, шăрттан ăшала, тăварланă хăяр-купăста хатĕрле, — хушрĕ вăл арăмне, хăй хăнана хапха уçса кĕртме, «вашаватлă» кĕтсе илме васкарĕ. Хăна килчĕ-тĕк, сăй хатĕрлесех пулать ĕнтĕ. Мĕн тумаллине, кама мĕнле сăйламаллине Укахви хăех пĕлет те, упăшкин сăмахĕ ăна пит тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Хăнана шалти пӳлĕме ăсатнă хыççăн хуçа вăййа çӳреме пăрахнă хĕрĕ валли те ĕç тупрĕ: — Трашука чĕнсе кил. Сăрт çине вăййа хăпарнă пуль. Вăл мана кирлĕ пулать. Эп ăна сĕтел хушшине чĕниччен кунта кĕтсе лартăр. Амăшĕпе хĕрĕ, тĕлĕнсе, куçран куçа пăхса илчĕç. — Мыскараçă. Ухмаха ере пуçланă пуль аçу, — мăкартатрĕ Укахви, упăшки шала кĕрсен. — Тарçа сĕтел хушшине лартасшăн! Тăр-ухмах мар-и! Тимука чĕнтересчĕ иçмасса. Вăл хăть хурăнташ. — Мĕн калаçан, анне. Тимук пичче вырăсла мар, чăвашла та калаçма пĕлмест. Трашук вырăсла кĕнеке вуланă пек калаçать, — сăмах хушрĕ Кулине. — Хуп çăварна! — кăшкăрса пăрахрĕ амăшĕ. — Кай ĕнтĕ хушнă çĕре. Çул майăн инкӳне чĕн, иулăшма килтĕр. Вырăс шурă пурçăн кĕпе тăхăннă, пилĕкне ансăр сăран пиçиххи çыхнă, уринче хром атă (калушне тулти пӳртре хывса хăварнă). Кĕрсенех вăл хура сукна пиншак аркисене сирсе, икĕ аллине те пиçиххипе кĕпе хушшине хĕстерчĕ, хуçа пек алăкăн-тĕпелĕп уткала пуçларĕ. Утнă çĕрте темшĕн кĕлеткине пĕр еннелле чалăштарать, çавна майăн çӳхе тути те темрен йĕрĕнсе чалăшнă пек курăнса илет. Çӳллĕ те типшĕмрехскер, çара янахлă, пĕчĕк уссиллĕ, çӳçне вирелле тураса янă мишавай каснă-лартнă вырăс интеллигенчĕ ĕнтĕ. Хуçа, ăна хăнапа'таилаштарса пăхсан, сăн-сăпачĕпе те, кĕлеткипе те пачах урăхла çын. Лутрарах та кĕрнеклĕрехскер, вăл çӳçне вирелле яман, аялалла тураса йĕри-тавра пер пек кастарнă. Хура сухалĕ вара хăлха таранах, çапах ăна та вăл тирпейлĕ кастарать. Хăй уçă кăмăллă çын пек курăнать. Чеелĕхĕ пулсан та ăна вăл куç тĕпне те сухал айне пытарма пĕлет. Хăна уткаласа çӳренĕ вăхăтра хуçа та, хăнана чыс туса, кăшт тумланкаларĕ: кăвак кĕпи çинчен жилетка тăхăнчĕ, кĕмĕл вăчăраллă сехетне жилетка çухавинчен çаклатса, çӳлти пĕчĕк кĕсйине чикрĕ. Салам сăмахĕсене иккĕш те килкартинчех каланăччĕ. Халĕ пĕри те сăмах пуçласшăн мар-ха. Мăрзабай хăна еннелле куç айĕн пăхса илчĕ. «Мĕн тесен те хăвна ху улпут евĕрлĕрех тыткалатăн эс, ача. Елĕкрех Куçминккара йăваш çын пек курăнаттăнччĕ, çунатсăрччĕ. Халь, ав, çунаттусене епле сарса янă: те ăмăрткайăк, те кăркка эс. Мужиксĕр эсир те, çĕршывăн çĕнĕ хуçисем, пурнаймастăр. Ăхальтен килмерĕн пуль ĕнтĕ. Мĕн тӳрĕпе килнине ыйтмасăрах калăн-ха». Хуçа шухăшне илтнĕ пекех вырăс ун умĕнче тап чарăнса тăчĕ. — Ну, Павел Алексеевич, хальхи самана пирки мĕн шухăшлатăн, каласа пар, — терĕ вăл. — Кам эс? Монархист-и, кадет-и, революционер-и? — Эпĕ кам-и? Пĕлетĕн, чăваш. Çĕр çынни. Мана патши те чăрмантармастчĕ. Тиркешсе тăма эп сан пек нумай вĕренмен, — терĕ Мăрзабай, кулкаласа. — Çук ĕнтĕ, гражданин Мурзабаев, манпа капла юптарса ан калаç. Чăннипех калаçма вăхăт çитрĕ. Хула пăлханать, арми пăлханать, халăх пăлханать… — Çавă çав, — терĕ хуçи, хăннне пӳлсе. — Ытла пăлханма юрататăр эсир, вырăссем. Тĕрĕссипе каласан, маншăн, чăвашшăн, лайăх йĕркесĕрлĕх вырăные луччă начарйĕркелĕх пултăр. Вырăс каллех уткала пуçларĕ, хуçи сĕтел хушшине ларма сĕничченех урăх сăмах хушмарĕ. Сĕтел хушшине ларсан тин вăл куçне хаваслăраххăн вылятса илчĕ: — Çуттине ăçтан тупрăн тата? — Ху вĕретмесен, ăçтан тупăн ăпа? — Вот, чăваш тетĕн, — кулса каларĕ хăна, — чăваш çĕр çынни тесе мĕскĕнленсе ларатăн. Чăвашĕ вырăсран та чеерех. Çавна вĕретме те вырăссем чăвашранах вĕреннĕ. Çапла мар-и? — Çук, Çĕпĕртен кнлнĕ япала вăл. Çĕпĕр вырăсĕсем малтан тырă çĕртме вĕреннĕ. — Ан калаç. Çĕпĕрте чăваш та сахал мар. Чăваш — вăрман халăхĕ вăл. Иеркелĕхе юрататăп тетĕн. Эсир, чăвашсем, ĕмĕрнех влаçсенчеп вăрманта пытанса пурăннă. Ав, кунта та эсир вăрман çумнех килсе ларнă, вырăссем — çеçенхирте. Мăрзабай хăнине черкке тыттарса кулса каларĕ: — Атя-ха, пирвайхине çапах та тĕреклĕ влаçшăн, йĕркелĕхшĕн сыпар. — Атя, атя, — терĕ хăна, черкке тытса, — малтан сыпар, кайран çав тĕреклĕ влаçне тума пулăшар. Сыпса çырткаланă хыççăн хăна хуçи куçĕнчен чăр-чăр пăхса илчĕ. — Чăваш тетĕн. Ак, чăваш салтакĕсем яла таврăнсан, сана та тăн кĕрте пуçлĕç. Ху чăвашне те манса кайăн вара. Халь, Павел Алексеевич, халăх урăхла кĕпĕрлене пуçларĕ. Сăмахĕ те халь урăх. Вырăс, чăваш, пушкăрт сăмахсем вырăнне рабочи, буржуй, хресчен, салтак теççĕ. Çынна палăртма халь тата урăх сăмахсем те пур: монархист, кадет, эсер, анархист, социал-демократ… Мăрзабай, аллине сулса, çинçе сасăпа ихĕрнĕ пек туса илчĕ. — Эх, мĕн тĕрлĕ пăлхавçăсем шăтса тухнă тĕнчере. Турă çырлах! «Чăваш-йăваш» тенĕ пирĕн ваттисем. Сăпайлăн пурăнакан халăх. Пăлханмастпăр. Влаçран хăратпар эпĕр. Хăратпăр-тăк, пăхăнатпăр пулать вара. Ак халĕ те Вăхăтлăх правительствăна йышăнатпăр-çке. Урăх тата мĕн кирлĕ? Вырăс куçне хĕсрĕ, пӳрнепе юнаса илчĕ. — Ан алхас, Павел Алексеич! Ишь мĕнле сăмах тупса хутăн: «Чуваш-йываш». Пăхăнатпăр. Пăлханмастпăр… Атăл пăлхавçисем пирки нлтмен-и вара эс? Чăваш пăлхавçăсене ертсе пыраканни те тупăннăччĕ ун чух: Николаев-Хури. Ячĕ те унăн санăинн евĕрлĕрех. Эсир Мурзабаев тесе те, Николаев тесе те çырăнатăр. Вырăс хăна килсен, хĕрарăмсем шалти пӳрте сĕтел çине апат-çимĕç лартма çеç кĕрсе тухаççĕ. Тулти пӳртре хуçа тата мĕн хушасса кĕтсе лараççĕ. Кулине Трашука ертсе килнĕ хыççăн Укахви чăтаймарĕ, ăш вăрканипе килтен тухса каяс терĕ, кинне хăй вырăнне юлма хушса хăварчĕ. Инкĕшĕ тухнă хыççăн Пăлаки хăюланса Кулинене кăлт! тĕртрĕ те: — Мĕн калаçаççĕ? Алăк патнерех пырса итле-ха, Мир пирки асăнмаççĕ-и? — Эп итленинчен мĕн усси пулĕ. Кил-ха, Трашук, алăк патнерех, итле те пире каласа пар вара. Трашук шалти алăк умне именчĕклĕн пырса тăчĕ. Пĕр-ик сăмахранах Белянкин сассине палларĕ вăл. Халь ĕнтĕ хĕрарăмсем хушнипе мар, хăех интересленсе, алăк çумне тачăрах çьшçăнчĕ. Вырăс сывлăш çавăрмасăр çаптарать: — … Чăваш тетĕн. Чăваш пирки, тен, эп санран та ытларах пĕлеп пуль. Пĕлессӳ килсен, тата тепĕр Николаев та пур. Ăна II Интернационалра та пĕлеççĕ. Итле, Павел Алексеевич, лайăх итле. Хăвăн сăмахна кайран калăн. Пирĕн те, социалист-революционерсен, лайăх пуçлăхсем пур. Хамăрăн кăна çирĕпрех пĕтĕçес пулать. Халь социал-демократсемпе те пĕрлешме май кнлет, анчах пуринпе те мар — меньшевиксемпе кăна. Вăхăтлăх правительствăна пĕтĕм халăх ячĕпе пулăшни кирлĕ. Итле тата малалла, Павел Алексеевич. Социал-демократсен сулахай çунатти пур. Вĕсене большевиксем теççĕ. Çавсем халăха пăтратаççĕ те ĕнтĕ, вăрçă кирлĕ мар тесе, миршĕн тăнă пек пулса, нимĕçсене пулăшаççĕ. Вĕсем пышлăн, пĕтĕм армие хăйсене май çавăрса яма тăрăшаççĕ. Вĕсем пирĕн хулара та пур, хулара мар, вулăсра та пур. Асту ман сăмаха: яла таврăнакан салтаксене сăна. Вĕсен хушшинче те большевиксем тупăнĕç. Çавсене хирĕç пĕтĕçес пулать. Халлĕхе вулăсри власть формп улшăнман-ха. Сана çĕнĕрен старшина тăвасшăн эпир. Пирĕн парти — хресченсеп партийĕ. Сан пек тĕреклĕ те авторитетлă çынсем ытларах кирлĕ пире. Пĕр учительсемпе кăна ĕç тăваймăн. Ахальтен мар эпĕ сан патна тавра çулпа, çӳллĕ кĕперпе Тук урлă каçса килтĕм. Шухăшла, Павел Алексеевич, шухăшла та килĕш. Трашука хĕрарăмсем турткалаççĕ: «Пире те каласа пар ĕнтĕ». Леш, аллиие сулса: «Кайран», — терĕ çеç. Мăрзабай сăмах хушмасăр шухăшлать-ха: «Усĕрĕлмест, шуйттан, хăйĕн пушăтне тиретех. Ничево. Усĕрĕлĕн-ха. Пушăт тирме сана эп урăх калăп тупса парăп». Вырăс кăшт шарламасăр ларчĕ те хăйĕн шухăшне каласа пĕтересех терĕ пуль: — Питĕрте большевиксем хальччен пуçсăрччĕ. Халь пуçĕ килсе çитнĕ. Ячĕ унăн Ленин. Илтнĕ-и эсĕ? Мăрзабай, «çук, илтмен» тенĕ пек, пуçне сулкаларĕ. — Çав ĕнтĕ уйрăм харпăрлăха пĕтересшĕн. Сан пек пуянрах пурăнаканнисене чухăнсемпе тан тăвасшăн. Халь пирĕннисем Ленин нимĕç шпионĕ тесе сăмах сараççĕ. Вăл чăнахах пломбăланă вагонра чикĕ урлă каçнă. Пирĕн те кунта большевиксем — Россия тăшманĕсем, нимĕç шпионĕсем тесе сăмах сарас пулать… «Эснр мана çĕнĕрен старшина тăвас тетĕр иккен. Ман вара Куçмннккара нпхçан курман-илтмен Ленин пирки: «Вăл нимĕç шпионĕ!» — тесе кăшкăрмалла-и? Кĕтсех тăр! Кăшкăрма вăхăт çитсен, хамах мсн кăшкăрмаллине тупăп». Шухăшра çапла каларĕ те Мăрзабай нушанса çите пуçланă савăта тытса çавăркаларĕ, унтан арăмне кĕме кăшкăрчĕ. Укахви вырăнне Пăлаки кĕчĕ. — Инке таçта тухса кайрĕ. Мĕн кирлĕ? — терĕ вăл йăваш сасăпа. Хăй вырăс çине пăхса илме те именчĕ. — Юрĕ. Укахвисĕрех тупăн. Лере унта, тулти пӳртри шкапра, кăмăшка тата пулмалла. Илсе кил. Трашука кала: кĕтĕр, хăйне хăй хăюллăрах тыткалатăр. Чăвашла чухлайман вырăс çамрăк хĕрарăм çине çуланнă куçпа пăхса илчс. — Хĕрӳ-и, кинӳ-и? — ынтрĕ вăл, лешĕ тухсан. — Кин. Шăллăм ывăлĕн арăмĕ. — Хитре хĕрарăм. Пиçсе çитнĕ улма пек. Тен, çавăн пнрки эс килтен хăпаймастăн-и? Племяиник арăмĕ кинех мар-ха вăл… пачах та кин мар. Хуçа хăна ӳсĕрĕле пуçланине сисрĕ. Хальхинче вăл хăй вырăса пӳрнепе юнаса илчĕ. — Эс, тусăм, çын пурлăхне ан хапсăн, — терĕ вăл. — Ан суй тата. Сирĕншĕн, вырăссемшĕн, тен, çапла-тăр. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, пурĕ пĕрех — кин. Тепре каласан, «снохачсем» чăваш хушшинче çук. Ун пек сăмах та çук пирĕн. — Эй, шуйттана канса кĕччĕр сирĕн кинĕрсем. Кин-и, кин мар-и — маншăн пурĕ пĕрех. Эс луччă хăвăн сăмахна кала-ха: килĕшетĕн-и старшина пулма? Çав вăхăтра Пăлакипе пĕрле Трашук килсе кĕчĕ те алăк патĕнче чарăнса тăчĕ. Пăлаки тухсан, вăл хуçана пуç тайрĕ, унтан хăнине пуç тайса, вырăсла таса çавăрса хучĕ: — Здравствуйте, Фадей Панфилович! Вырăсăн чĕлхи çыхланакан пулнă. Вăл малтан тĕлĕн-се, унтан тăрăхласа пĕр Трашука, пĕр хуçана пăхса илчĕ те: «Здравствуйте, молодой человек», — терĕ. Унтан тӳрех хуçине йĕкĕлтесе çапла каласа хучĕ: — С кем имею честь? Хуçи те Трашукпа вырăслах калаçать. Вăл, алăк патне пырса, Трашука алăран çавăтрĕ те ăна сĕтел хушшине хăйпе юнашар лартрĕ. — Паллатăн иккен, Троша, çак çынна. — Паллатăп, — терĕ Трашук та вырăсла, — Фадей Панфилович Белянкин, мишавай. — Ку ачи вырăс пекех калаçать. Асăрхарăн-и, Павел Алексеевич? Малтан ята каларĕ, кайран — хушамата. Юлашкинчен профессие те палăртса хучĕ. Маттур. — Вăл пирĕн студент, çăпаталлă студент, — терĕ Мăрзабай, хăни хăйĕн малтанхи шухăшĕсенчен пăрăннишĕн савăнса. — Çак ачаран мĕн туса хурасси манран килет, Учитель тăвап эп унран, унччен хамăн… Э, шельма, эс урă пуçпа ӳсĕр çынсем мĕн лăпăртатниие итлесе ларасшăн. Ме-ха, сыпса яр çакна, — пĕр курка туллиех çуттине тултарса лартрĕ каччă умне хуçа. — Сып часрах, турткаланса ан лар. Хуçа сăйлать-тĕк, ĕçес пулать. Трашук халиччен кăмăспа сăра анчах ĕçсе курнăччĕ. Кун пеккине тутанман. Куркине тытрĕ те хăраса кайрĕ. Хуçи çаплах хистет: — Мĕн, хĕрача пек хĕремесленсе ларан? Каччă мар-и эс? Шанклаттар та хур. Ĕçмесен хĕвне ярап. «Чăнахах ярĕ ку», — тесе шухăшларĕ те Трашук, куçне хупса, куркине ӳпĕнтерчĕ. Хуçапа хăна нккĕшĕ те ахăлтатса кулса ячĕç. Кулччăр. Халь ĕнтĕ Трашук вĕсенчен хăрамасть, вăтанмасть. Калаçма та хатĕр. Анчах темшĕн сĕтелли те, сĕтел хушшинчи çыннисем те тĕк тăмаççĕ: тайкалана, çаврăнкала пуçларĕç. — Çырт, лайăхрах çырткала. Кăшт пуçа тивни ним те мар вăл. Кайран иртсе каять, — тарçине тăварланă хăяр тыттарчĕ хуçа, умне ăшаланă шăрттан тĕртсе лартрĕ. Хăй малаллах калаçать. — Арçын пул. Тайкаланса ан лар. Трашук апат çырткаланă хыççăн сĕтел çаврăнми пулчĕ. Халь каччă чунне çунат хутшăннă пек туйăнса кайрĕ. Вĕçес килет. Анчах кусем мĕн калаçаççĕ-ха? — Учитель тума пултарап терĕн. Тата мĕн тума пултарăн çак каччăран? — ыйтрĕ Белянкин. — Каччăран мĕн тăваççĕ? Кĕрӳ тăваççĕ тăнлă çынсем. Трашук, кĕрӳ пулатни? Мăрзабай кулса калаçать пулсан та, Трашук чĕрине услам çу сĕрнĕ пекех туйăнчĕ. Наçтука аса илсе савăнса кайнипе вăл хуçапа хăна малалла мĕн калаçнине те путлĕн итлеймерĕ. — Сан икĕ хĕр-ха. Хăшие паран вара учителе? — Пĕрне те памастăп. Хăйне киле кĕртетĕп. Кĕçĕнни çамрăк-ха, каччă кĕтсе ларма вăхăт пур. Аслин шăпине татса пама вăхăт çитиĕ. Ывăл вăрçă пĕтсен те яла пурăнма таврăнмастăп тесе çыратчĕ ĕлĕкех. Шăллăмăн ывăлĕ таврăнсанах уйрăлать пуль. Эп вилсен, килте арçын юлмасть вара… Çапла Мăрзабай хăйĕн вăрттăн шухăшне эрехе пула палăртрĕ. Трашук асли-кĕçĕннн пирки хуçа мĕн калаçнине илтмест. Анчах ун вырăнне Мăрзабая урăххисем итлеççĕ. Кулине алăк çумне çыпçăнса тăчĕ. Итлет-итлет те хушăран кулкаласа илет. Çимун арăме ун çывăхĕнче ăшаланса тăрать. — Мĕн калаçаççĕ, каласа пар ĕнтĕ инке таврăниччен. — Чим-ха, чим… Ан чăрмантар. Ланăх илтĕнмест. Ашшĕн юлашки сăмахĕсене илтсен, Кулине сăнĕ йăл çуталса кайрĕ… — Мĕн калаçрĕç, ма каламастăн? — Мĕн калаçни унта… Трашука ĕçтереççĕ. Калаçни илтĕнмест, — терĕ те Кулине, сасартăк пӳртрен тухса чупрĕ. Халь шалти пӳртрисем пурте хĕрсе кайнă, тулта илтĕнмеллех шавла пуçларĕç. — Эс ăçтан пĕлетĕн мана? — ыйтать вырăс Трашукран. — Сире кам пĕлмест Куçминккара? — тет Трашук, калаçма пачах та именмесĕр — Революци пирки молебен тунă чух эсир пукан çине тăрса сăмах каларăр. Анчах пуп ывăлĕ, семинарист, улталарĕ сире. Земски ун чух килтех пулнă. — Эс ăçтан пĕлетĕн? — Эп тем те пĕлеп. Вăл çав кун каçхине тин хулана тарнă. Куçминккара халь пĕр монархист кăна. Вăл та пулин херарăм, Екатерина Степановна. Ыттисем пурте эсерсем. Белянкин, хăй те хытă ӳсĕрĕлнĕскер, ăшне тытса кулать. Мăрзабайĕ те пĕр хăна çине, пĕр Трашук çине пăхкаласа кулма тытăнать. — А большевиксем çук-и Куçминккара? — куçне хĕссе ыйтрĕ Белянкин. — Çуккă, — татса пачĕ Трашук. — Куçминккара çуккă, хулара нумай. Анчах вĕсене пурне те Половинкин персе вĕлерет, унăн револьвер пур. — Мĕнле Половинкин? — ыйтрĕ вырăс, хăлхине тăратса. — Виктор Половинкин. Наташа Черникова каччи. — Ну, тĕлĕнтерет те, Павел Алексеевнч. Ку çăпаталлă студент чăнахах та нумай пĕлет. Трашук ура çине сиксе тăчĕ: — Эп пĕлеп… Эп тем те пĕлеп! — кăшкăра пуçларĕ вăл, тайкаланса. — Çимун пичче пурпĕрех Гриша Распутиншăн çапăçмасть. Мăрзабай урăлсах кайрĕ. Вăл Трашука ыталаса илчĕ те чăвашла калаçа пуçларĕ: — Вот пĕлместĕн те. Распутина ăслă çынсем тахçанах вĕлернĕ. Çимун вăрçăра пулса суранланнă. Эс, ача, кăшт ытлашши калаçа пуçларăн. Тухса уçăлкала-ха. Выртса çывăр луччă. Çапла йăпаткаласа, хуçи тулти пӳрт алăкĕ патне çитиех ăсатса ячĕ хăйĕн ӳсĕрĕлсе кайнă тарçине. Трашук тухнă хыççăн вырăс та çемçелсех кайрĕ. Ыйхăланă пек пулчĕ. Хуçа хăех хăна валли вырăн сарса пачĕ. Хăни çывăрса кайсан, Мăрзабай арăмне тулти пӳрте чĕнсе илчĕ те çапла каларĕ: — Хăна вăрансан, мухмăр чĕрттер. Хуçи пушкăрта тухса кайрĕ, паян таврăнмасть те. Ун чул вырăсла калаçма чухлатăн пуль-ха? Эп хам Çимун пӳртне кайса выртап. Вырăс кайичченех тухмастăп вара. — Юрĕ ĕнтĕ. Чухлама мар, сана та сутса ярăп, — терĕ кăна Мăрзабай арăмĕ. Трашук, пӳртрен тухсан, кайри карта еннелле тайкаланса утрĕ. Кулине хыçалтан пăхса юлнине асăрхамарĕ вăл. «Нивушлĕ Наçтука мана качча парĕ? Нивушлĕ телейĕм хăех çаврăнса çитрĕ? Учитель тăвап тет. Тăвĕ те. Вăл тем тума та пултарать. Эп хам та тем те пĕлеп!» — шухăшласа утрĕ вăл хыçалти картишпе. Унтан тăрантас çине пырса ларчĕ. Хыçалти хапхаран Наçтук килсе кĕчĕ. Трашука курсан, йăл кулса ячĕ. «Эс, Трашук мучи, мĕн тĕлĕрсе ларан кунта?» — чĕнкĕлтетрĕ каччă хăлхинче хĕр сасси. — Наçтук, кил-ха, сана пĕр сăмах каламалли пур, — терĕ эрехпе хăюлланнă каччă. Хĕр çывăхарах пырса тăчĕ. — Кĕтери сана ним те каламарĕ-и? — Мĕн пирки? — Çыру пирки. — Кам çырăвĕ?! Пиччерен хыпар килнĕ-и? Мĕн çырать? Кала часрах, — лăска пуçларĕ хĕр Трашука. — Кам çырăвĕ пултăр. Хам çыртăм! Анчах çуртăм-ха эп ăна. Кайран тепĕр хут çырса парăп. Эп сăвă çырма та пултарап!.. Çапла каланă хыççăн Трашук сулăнса кайрĕ, тăрантас çунаттине çапăнса кĕмсĕртеттерчĕ. Наçтук кулса ячĕ: — Эс, Трашук мучи, ӳсĕр иккен. Кам ĕçтерчĕ сана, ухмаха? Çапла каларĕ те хĕр, каччă мĕн каласса кĕтмесĕрех, малти картишнелле кĕрсе кайрĕ. Унта вăл аккăшне тĕл пулчĕ, паçăрхи пекех кулса каларĕ: — Пирĕн Трашук таçта ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Çарамассăн тăрантас çине пырса ларнă. Темĕскер лапăртатать хăй. Атте ан куртăрччĕ. Хăваласа ярĕ тата мĕскĕне. — Ан ихĕр, чипер калаç. Атте хăй ĕçтерчĕ ăна. Куçминккари вырăспа нумай ĕçрĕç вĕсем. — Мĕн пирки ун пек чыс курма тивĕç пулнă вара аттен тарçи? — тутине пăркаларĕ Наçтук. — Санран ыйтман çав. Кам мĕпле чыс курма тивĕçлине атте хăех пĕлет пуль. Çапла каларĕ те Кулине хыçалти картишнелле уттарчĕ. Анчах унта пырса кĕрсен сасартăк ахлатса ячĕ. Трашук лупас çине пусмапа ĕселенсе хăпарать. Акă вăл хытă сулăнса пусман çӳлти вĕçне хускатрĕ. — Месерле кайса ӳкет вĕт, мĕскĕн, — ним тума аптраса тăрать Кулине. Çук. ӳкмерĕ Трашук. Аслăк çине чиперех хăпарса çитрĕ те улăм ăшне чикĕнчĕ. Кулине кайран, лупас çине хăпарса, çарамас выртакан йĕкĕте хăйĕн кĕрĕкĕпе витсе хăварчĕ. Трашук хăни Тата тепĕр уйăх иртсе кайрĕ. Трашук уйăхĕпех яла таврăнаймасăр хиртех пурăнчĕ. Ирхи шевлерен каçпулттиччен куллен ĕçре. Çĕр епле иртнине сисмест йĕкĕт, урапа çинче кĕрĕкпе внтĕнсе выртать те çав самантрах çыварса каять. Ирхнне шурăмпуç палăрсанах вăратать ăна Тимук. Хайхи, кĕрĕк пирки — те маннă Кулине, те вăхăтра пырса илме ерĕçмен. Тепĕр кунне (тунтикун) ирхине Ти-мукпа пĕрле хире кайма хатĕрленнĕ чух «Наçтук кĕрĕкне» телейлĕ каччă урапа тĕпне, утă айне, пытарса хунă. Каçĕ сивĕ-и, ăшă-и, çав кĕрĕкпех витĕнет Трашук. Наçтук кĕрĕк тăхăнса çӳренине курман вăл. «Кам кĕрĕкĕ пул-сан та, çав кĕрĕкпе Наçтук витсе хăварнă мана», — тесе савăнать айван каччă. Тимĕр акапуç авринчен тытса йăранпа çӳреме те, сеялкăпа тырă акма та, ытти ĕçсене тума та вĕренсе-хăнăхса çитрĕ Трашук. Çураки вĕçне çите пуçларĕ ĕнтĕ, тата вир акмалли çеç юлчĕ. Пĕр уйăх этем сăнне курман Трашук. Тимукăн тискер сăнĕ йăлăхтарса йĕрĕнтерсех çитерчĕ ĕнтĕ. Трашук хăй те ытлашши сăмах ваклама юратман çын. Çапах вăл этем сăмахне хытă тунсăхланă. Мирски Тимук кунĕ-кунĕпе сăмах чĕнмесĕр ирттерет. Кирлĕ чух тем мăкăртатса илет те Трашук ĕçне е пуçне сулса ырлать, е чышкăпа юнаса хурлать. «Тимук пичче çын мар вăл, темле тискер кайăк», — тарăхса шухăшлать Трашук. Хирти кайăкла пурăнăç, Хăмăшла хирне каçхине куçнă хыççăн, сасартăк вĕçне çитрĕ Трашукшăн. Çĕнĕ вырăнта яланхи пек шурăмпуçпа вăратмарĕç ăна. Хĕвел тухсан, хăех вăранчĕ, вăранчĕ те хĕвел хăш енчен тухнине тĕлĕнсе пăхса выртать. Тĕлĕнет-ха Трашук: хăйне хĕвел тухиччен çывăрма панăшăн та, хĕвелĕ, аташса, анăç енчен тухнăран та. Чăннипе, вăл Куçминккара пурăннă чухнех асăрханăччĕ: кунта тухăç кăштах çурçĕр еннелле куçнă. Мĕншĕн ун пек туйăнннне тавçăрчĕ-ха вăл. Чулçырмара Малтикас урамĕ çурçĕртен кăнтăралла тĕп-тĕрĕс тăсăлнă. Куçминккари тĕп урам апла мар, кăшт чалăшрах тăсăлса пырать. Тавçăрасса тавçăрчĕ ача, пурпĕрех хĕвел хăйĕн вырăнĕнчен хускалнă пек туйăнатчĕ. Çеçенхирте тухăçпа анăçа, çурçĕрпе кăнтăра палăртмалли паллăсем çук. Хăть пĕр енче сăрт-ту пулинччĕ. Çитмеинине тата, çĕнĕ вырăна каçпулттипе куçнăран, хĕвел ăçта аннине, ирхине хăш енчен тухмаллине асăрхаймарĕ йĕкĕт. Çавăнпа халь анăçран хĕвел тухнă пек курăнать. Трашук урапа çинчен сиксе анчĕ, карăнкаласа илчĕ те, аташнă хĕвел еннелле пăхса, вырăсла сăвă каларĕ: Грядет с заката царь природы, И удивленные народы Не знают что начать: Ложиться спать или вставать. Ятрус учитель шкулта каласа паиине аса илчĕ вăл. Пушкин лицейра вĕреннĕ чух пĕррехинче учитель пурне те, класĕпех, сăвă çырма хушнă. Пушкин хăйĕн сăввине час çырса пĕтернĕ. Юнашар ун юлташĕ Кюхельбекер тарăхса ларать. Вăл пĕр йĕрке çеç çырса хунă-ха. Пушкин «с заката» сăмаха асăрханă та юлташне хăвăрт çырса пĕтерме пулăшнă: пуçламăш йĕрке çумне тата виçĕ йĕрке шӳтлесе хушса хунă. Йĕкĕт анчах сăвă каласа пĕтернĕччĕ, Тимукăн кĕриклетекен сасси илтĕнчĕ. Паянхи тĕлĕнтермĕшсенчен ку чи пысăк тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Тимук юланутпа яла кайса килнĕ те иккен. Паян вăл этем пекех калаçать, Трашука пачах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ: ун патне хăна килнĕ иккен. — Кам хăни? — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ Трашук. — Пĕлместĕп. Таврăнсан курăн. — Пĕччен каяс-и? — Пĕччен, лаша утланса кайăн. Хăла кĕсрене пурпĕрех кантарма вăхăт çитнĕ. — Пĕччен тупаймастăп, — хăраса ӳкрĕ Трашук. — Ял хăш енчине те пĕлместĕп. Хĕвел тепĕр енчен тухрĕ пек туйăнать. — Çапла, вĕреннĕ çын яланах аташать вăл, — мăкăртатрĕ Тимук. — Ĕççынни нихçан та аташмасть. Ху тупаймастăн, лашу тупĕ. Вăл сан пек нумай вĕренмен. Çул тăршшĕпех Трашук лашине çилхерен тытса пычĕ, ăнсăртран тепĕр еннелле пăрса ярасран хăраса, чĕлпĕре пĕрре те тĕкĕнмерĕ. Сылтăм енче йĕнерлĕ Ту курăна пуçласан тин лăпланчĕ йĕкĕт. Ку çул чăнахах Чулçырмана илсе каять иккен. Хĕвелĕ те аташман, хăй вырăнĕнчех. Хăна килнĕ тени йăлтах аптратрĕ Трашука. Кам килмелле ун патне? Вăл та çын шутне кĕрекен пулчĕ-ши вара? Черников аса килчĕ, дядя Степа… Мĕн шыраса килĕç вĕсем чăваш ялне? Хурăнварта хурăнташсем пур та, вĕсем ун патне мар, амăш патне хăнана килеççĕ. Камне тавçăрса илеймерĕ Трашук, çавах вăл çанталăк ăшшине, тавралăх илемне нихçанхинчен ытларах пăлханса туя пуçларĕ. — Мана хисеплекен çын та пур иккен тĕнчере, — терĕ йĕкĕт, савăнса. Пичке пек сарăлса кайнă кĕсре çинче ларса, Шалтикасах пырса кĕрсен, Трашук тӳрех асăрхарĕ: Мăрзабай хапхи умĕнче хулари пек тумланнă пĕр çамрăк яш тăрать. Вася Черниковăнни пек хура костюм тăхăннă, уринче — сарă пушмак. Çывхарса килекен Трашук еннелле шăл йĕрсе пăхса тăрать. Хăла кĕсре пуçне усса хапха умĕнче чарăнсан, пӳрт умĕнчи йĕкĕт ал сулчĕ те: — Сиксе ан часрах, йĕнерсĕр кавалерист, урхамаху çинчен. Палламарăн-им мана? — тесе кăшкăрчĕ. Сăнĕпе мар, сассипе те мар, кулнă чух тутине чалăштарнăран палларĕ Трашук ача чухнехи юлташне. Уйрăлнă чух иккĕш те вуннăра пулнă вĕсем. — Рамаш! — тесе кăшкăрчĕ те Трашук лаша çинчен укнĕ пек татăлса анчĕ. — Хăнана килтĕм сан патпа! — тет Рамаш. — Виçĕ кун кĕтсе пурăнатăп. Хуçу, эп килнине илтсен, мана хăй чĕнсе илчĕ, хăна турĕ. Эпĕ сан пирки асăнсанах, ӳкĕнчĕ. «Ма маларах систермерĕн? Халех таврăнма хушса яратăп», — терĕ. Ну вот, таврăнтăн. Эс, ача, сарлака та тĕреклĕ, ман пек çинçешке мар. Чылай çӳллĕрех тата. Хура апат çысах улăп пек ӳсетĕн. Эп пренĕк çыса та сан чул ӳсеймерĕм. Ача чухнехи тусĕ чарăнмасăр çатăлтатать. Трашук хăй сăмах хушаймасть. Тусĕ çине савăнса пăхса тăнипе унăн сăнĕ çавра уйăх пек сарăлса, çуталса кайнă. Каччăсем хапха уçса, лаша çавăтса килкартине кĕнĕ çĕре шалти крыльца çине Мăрзабай тухса тăнă. — Лайăх ĕçлерĕн, Трашук. Маттур! — терĕ вăл. — Мунча хутма хушрăм. Каçпа иксĕр мунча кĕрĕр. Халь кан ĕнтĕ. Хăну кайичченех урăх ĕçлеттерместĕп. Иксĕр те кунтах пурăнăр. Тарçă пӳлĕмĕ пуш-пушах. — Пӳлĕмсем кирлĕ мар пире. Эпĕр Трашукпа аслăк çинче çывăратпăр. Юрать-и, Павел Алексеевич? — кăшкăрчĕ Рамаш. — Юрать, юрать, Роман Захарчă, — кулса каларĕ Мăрзабай, — тульккĕ эс табак туртмастăп-и, артист? Вут кăларса ан ярăр. — Вут тухсан, мĕн вара? — шӳтлеме тытăнчĕ хăюллă каччă. — Пĕр аслăкран ытла çунтармăпăр. Мăрзабай пӳрнепе кăна юнаса клчĕ. — Асту, ан алхас. Вут тухсан, хăвна тытса вутта пăрахăп, — терĕ вăл, чăнахах хăраса ӳкнĕ çын пек. Трашукпа Рамаш иккĕнех мунча кĕчĕç. Пĕр-пĕрне милĕкпе урса кайса хĕртрĕç. Кайран кăшт снвĕнме мунча умне тухрĕç. Мунчи Чулçырма хĕрринче, ватă йăмра айĕнче. Мунча тавра вĕтĕ хăвалăх. Трашук шарламасăр чул çинче ларать. Хăни пĕрмаях калаçмалли тупать: — Хуçи пуян, çурчĕ лайăх, мунчи вара хура, — тет вăл. — Пасарлăялта вырăссем, чухăнраххисем те, мунчисене шурăлла тунă. Мĕн, Мăрзабайăп çакăпта мăрьеллĕ кăмака туса лартма хал çитмест-и? Чăвашлăх. Культура сахал. Хура пӳртсем те пур-ха Чулçырмара. Çитменлĕхрен мар вăл, авалхи йăлана пăрахманран килет. Аттесем, асаттесем çапла пурăннă, теççĕ. Халь, ача, çĕнĕ пурнаç пуçланса каять. Чăваш пурнăçĕнче те революци тăвас пулать. Тăван халăха культурăллă пурăнма вĕрентес пулать. Эс, Трашук, манран ытларах та вĕреннĕ. Кăшт кăна учитель пулайман. Ĕмĕрнех Мăрзабай килĕнче тарçăра пурăнма шухăшламастăн пуль-ха? Халь сан пек ытларах вĕреннĕ çынсем халăхшăн питĕ кирлĕ пулаççĕ… — Сивĕнтĕмĕр ĕнтĕ, — терĕ Трашук, юлташне пӳлсе, — атя, сивĕ шыв ăсар та тепре кăшт çапăнса илер. Вара тумланма та юрать. Вăл мунчарап витре йăтса тухрĕ, анчах мунча умĕнчен тухса ĕлкĕреймерĕ — çывăхрах хĕрарăмсем калаçни илтĕнчĕ. — Кам калаçать унта? — ыйтрĕ Рамаш. — Кăшт çӳлерех Ĕлĕм-Чĕлĕм мунчи ларать. Çавăн кинĕсем мунча кĕреççĕ пуль. Мунча умне çатан авса тупă. Рамаш çатан шăтăкĕнчен пырса пăхрĕ. Çырма хĕрринчи хăвалăх кăшт уçăлнă, Ĕлĕм-Чĕлĕм мунчи кунтан лайăх курăнать. — Виçĕ вутăш унта, — терĕ Рамаш, кулса, — эх, фотоаппаратпа ӳкересчĕ вĕсене! Хитре хĕрарăмсем. Çаппа-çарамас тухса тăнă, хăйсене никам та курмасть теççĕ пуль. Курса юл, Трашук! Трашукĕ пырса пăхма мар, тăнă çĕртех вăтанса хĕремесленсе кайрĕ. — Итле лайăхрах, — терĕ Рамаш, — ман çинчен калаçаççĕ. Ним асăрханмасăр калаçакан хĕрарăмсен сассисем, шыв тăрăх ян кайса, Трашук хăлхине те пырса кĕчĕç. — Мăрзабай патне хăна килнĕ теççĕ, — илтĕнчĕ пĕр сасă. — Мăрзабай патне мар, Трашук патне килнĕ, — терĕ тепĕр сасă. — Кам вара, мĕн ятлă? Хитре каччă темерĕç-и? — Салакайăк ятлă, — терĕ иккĕмĕш сасă ихĕрсе, — Рамаш вăл. Тайман Сахарĕн ывăлĕ. Камшăн мĕнле, маншăн хитре мар. Чăсăк питлĕ, шĕвĕр сăмсаллă, питне хуратут пусса кайнă… Кулине евĕрлĕ. Чăвашла мерекелле калаçать хăй: çăкăра апат тет, чулçырмасем тес вырăнне чулçырмасам тет, çимап, каймап тет, çерçине салакайăк тет. Çавăнпа эпир ăна Наçтукпа Салакайăк тесе ят патăмăр. — Кам вăл халь калаçаканни? Ку сасса эпĕ илтнĕ пек таçта, — терĕ Рамаш. — Мăрзабай килĕнче илтнĕ пуль. Кĕтери вăл, качака таки, Наçтукăн акамĕ. — Чим-ха эп вĕсене салакайăк кăтартам! — терĕ те Рамаш, Трашук аллинчи витрене ярса тытрĕ. — Ан хăтлан, ача, — хыпăнса ӳкрĕ Трашук, — вĕсем çарамас терĕн вĕт. — Эп хам та çарамас. Равноправи пулать вара. Рамаш, витре йăтса, Чулçырма хĕррине тухса тăнине хĕрарăмсем асăрхамарĕç. Леш витрине пуç тавра çавăрса илчĕ те: — Эй, çара çерçисем! Салакайăка курас тесен, кунталла çаврăнса пăхăр-ха! — тесе кăшкăрчĕ. Хĕрарăмсем çухăрса ячĕç, мунча еннелле сирпĕнчĕç. Кĕтери аллинчи витрине пăрахса хăварчĕ. «Халĕ те ача чухнехи пекех пуçтах иккен Рамаш», — шухăшлать Трашук, кулкаласа. Килĕнчи хĕрарăмсем мунчана кайсан, Мăрзабай каччăсене хăй чей ĕçтерчĕ. Тĕлĕнет Трашук юлташĕнчен: никамран та вăтанмасть вăл, çавах хăйне хăй тыткалама пĕлет. Сĕтел хушшинче ытлашши калаçмарĕ, хуçаран хăраса-именсе те тăмарĕ. — Аçу курма килсе кайрĕ терĕн-ха. Мĕн калаçкаларĕ? Большевиксем пирки асăнмаре-и? Мĕнле çынсем-ши вĕсем? — ыйтрĕ Мăрзабай унран. — Çук, асăнмарĕ. Курман пуль вăл вĕсене. — Аçта, тĕрĕксемпе çапăçнă-и вăл? — Тĕрĕк-терĕк, — кулса ячĕ Рамаш. — Чăвашла тĕрĕк пулать-и вара? Вырăссем лайăхрах калаççĕ: турккă теççĕ, — хăй стена çумĕнче çакăнса тăракан ӳкерчĕк çине аллипе тăсса кăтартрĕ. — Кунта лайăх ăшаланаççĕ-ха тĕрĕксем. Ав, шерепеллĕ хĕрлĕ калпак тăхăннисем епле чикеленеççĕ. Вăрçăра та çаплах-ши? Ку сăмах Мăрзабая килĕшсех каймарĕ пулас, вăл илтмĕш пулчĕ те сăмах йĕрне тепĕр еннелле пăрса ячĕ: — Кам патĕнче приказчикра ĕçлетĕн? Укçа нумай тӳлет-и? — Ман хуçа хырăмĕ Трашук паяи ларса килнĕ пĕтĕ кĕсре хырăмĕ пек. Еликов патĕнче ĕçлетĕп, илтнĕ-и çавăн пек хушаматлă çынна? — Илтнĕ те, курнă та. Ку нумай тӳлес çук. — Тӳлет, Павел Алексеевич, нумай тӳлет. — Ан тĕлĕнтер! Пустуя калаçатăп. Ахальтен мар сăмсу шĕвĕр сан. — Çав шĕвĕр сăмсашăн тӳлет те, — тутине чалăштарчĕ Рамаш. — Хăй çамрăк мар, хырăмĕ пичке пек. Арăмĕ вара çамрăк та, хитре те. Аслă приказчикĕ унăн черкес, хура хитре çын. Арăмне шансах каймасть хуçа, мана сăнакалама хушать. Çавăншăн тӳлет. Черкесĕпе хуçа майри хăйсем тата эп ним курман-илтменшĕн тӳлеççĕ. — Икĕ енчен те укçа илетĕн пулсан, тӳрĕ кăмăллă çын мар вара эсĕ. Икĕпитлĕ! — хăтăрчĕ Мăрзабай. — Тӳп-тӳрĕ кăмăлпах илетĕп укçине, — тет Рамаш, пĕр именмесĕрех. — Шутласа пăхăр-ха: хуçа — хăйĕн укçишĕн хăй хуçа. Парать-тĕк — ил. Черкесĕ хуçаран вăрланă ук-çине парать. Вĕсем ман умра чăнахах нимĕскер те хăтланмаççĕ. «Курман, илтмен», — тетĕп хуçа ыйтса тĕпченĕ чух, çав кăна. Тĕрĕссипе каласан, хуçа укçи ман алла ытларах куçни — тивĕçлĕ япала вăл. Унта, лавккара та, хуçа килĕнче те, ĕçлекенни эпĕ кăна. Черкесĕ ĕçлеме юрат-масть. Пасар кун çеç пурте ĕçлетпĕр вара. Ун чух хуçа майри те тавар сутма пулăшать. — Эсĕ витĕр тухнă курăнать. «Далеко пойдет» теççĕ вырăссем ун пеккине. Пăсăлса каймасан, чăнах çын пулăн. Ху та купца пуласшăн пуль-ха эс? — Çук, — терĕ Рамаш, — атте купца пулса курни те çитĕ. — Мĕн калаçан, лапăрти. Аçу ĕмĕрне сутуçă пулман. Хăй тунă хăмăт-кутлăха сутса курнă ĕнтĕ. — Вот, пĕлместĕр те. Апла пулсан, каласа кăтартам-ха сире, — терĕ те Рамаш, чей куркине вырăс пек ӳпĕнтермесĕрех аяккалла тĕртсе лартрĕ. — Пасарлăял пилĕк çухрăма тăсăлса выртать. Лавккасем пурте пасар вĕçĕпче. Ял тепĕр вĕçне вырăссемпе хутшăнса пĕр çирĕм-вăтăр кил чăваш пырса ларнă. Пурте Тупшанкăран куçнă. Эпĕ кăна чулçырмасем. Çавах аттен темле хурăнташĕсем тупăнчĕç унта. Çав хурăнташсене, кӳршĕ-аршăсене пулăшас тенĕ атте. Пĕррехинче лаша кӳлсе пасара кайрăмăр та урапа тулли тавар тиесе килтĕмĕр. Атте кутлăхсем туса ларнă çĕртех тавар сутать: чей, сахăр, пирус, краççын. Эп аттене пулăшкалатăп. Кăшт хаклăрах пулсан та, илеççĕ таварне. Кашни вак-тĕвекшĕн пилĕк çухрăма танккас килмест-çке-ха çынсен. Анчах пурте укçасăр, кивçенле илме тăрăшаççĕ. Эпĕ ун чух шкула çӳреттĕм. Куратăп, ĕç тухмасть капла. Тытрăм та хăма çине çапла çырса хутăм: «Паян кивçен памастпăр, ыран килĕр». Хăмине атте курман чух алăк çумне çапса хутăм. — Мĕн пулчĕ вара? — кулса ыйтрĕ Мăрзабай. — Мĕн пулчĕ? Хăмине аттене асăрхаттаракансем тупăнчĕç. Атте çынсемпе пĕрле кула-кулах ăна тăпăлтарса пăрахрĕ, кайран, кулмасăрах, ман хăлхана тăпăлтарчĕ. Анчах хăй, кĕсни шăтăкланнине курсан, Пасар вĕçне тавар илме урăх каймарĕ. Тавар кивçен илнĕшĕн укçине кайран та тӳлемерĕç. Аттен парăмсем çырнă пĕчĕк кĕнеки халь те турăш кĕтессинче тусанланса выртать. — Калаçма ăста эс, — терĕ Мăрзабай. — Те чăн калатăн, те — суя. Кăшт тыттаратăн та пуль, артист. Санрап темĕн те кĕтме пулать. — Тупата туршăн, чăн-чăнах, Павел Алексеевич, — терĕ те Рамаш, хуçана чей ĕçтернĕшĕн тав турĕ. «Ку шĕвĕр сăмса Чее Миттяран та чеерех пулас. Мăрзабай кĕрӳшĕ пулма тивĕçлех мар пек», — шухăшларĕ хуçа, каччăсем тухса кайсан. Каччисем лупас çине хăпарса выртрĕç. Унта хăпарсанах, Рамаш хăйне пачах урăхла тыткалама пуçларĕ. Малтан вăл Трашук Куçминккара мĕнле пурăнни çинчен, ашшĕ мĕнле вилни çинчен ыйтса пĕлчĕ. Вырăспа чăваш кĕпер тунă чух яланах çапăçса кайни çинчен хăех асăнчĕ: — Вăл йăлана пăрахас пулать. Вырăсран хăрама та, унпа хирĕçме те кирлĕ мар. Вырăс хушшинче фальшинсем, медведевсем пур, чăваш хушшинче хаяр макарсем, мăрзабайсем пур. Çавсене хирĕç пĕтĕçес пулать чухăн чăвашпа вырăсăн. Трашук хăйсем Куçминккара епле «революци туни» çинчен каласа кăтартрĕ, Ятрус учитель пирки те, Виктор Половинкин çырăвĕ пирки те асăнчĕ. — Эс, Рамаш, большевиксене курнă-и? — ыйтрĕ вăл çавăн хыççăн. — Курнă, санпа калаçнă пекех калаçнă пĕринпе. — Мĕнле çынсем вĕсем, каласа кăтарт-ха, — йăлăнчĕ Трашук. Хăй, чавсаланса, пуçне кăшт çĕклесе, юлташпе куçран пăхрĕ. Рамаш, улăм çӳппи чăмлакаласа, нумай вăхăт çӳлелле пăхса выртрĕ. Унтан сасартăк лăпкăн, шăппăн: — Ман атте большевик, — терĕ. — Асту, хуçа умĕнче ун пирки ан асăн. Ку хыпар шалтах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ Трашука. Вăл Ятрус учитель сăмахĕсене аса илчĕ, шухăша кайрĕ. «Питĕ лайăх сăмах», — терĕ учитель «большевик» сăмах пирки. Анчах вăл сăмаха вырăссем те ăнлантарса параймаççĕ, ун пек сăмах çук вырăс чĕлхинче теççĕ. «Эсер» сăмаха лайăх ăнлантарса параççĕ. Социалист-революционер тени пулать иккен вăл. Çапла шухăшланă хыççăн Трашук сăмах хушрĕ: — Большевиксем пирки чухлаймастăп çав эпĕ. Вĕсем эсерсемпе хирĕçеççĕ вĕт. Революцпе хирĕç-и вара çав большевиксем? Трашукăн айванлăхĕнчен тĕлĕнмерĕ Рамаш. Ялта большевиксене пĕлсех каймаççĕ çав. Çитменнине, вĕсем пирки тăшмансем суя сăмах сараççĕ. — Хирĕç мар, — терĕ Рамаш, каллех пăшăлтатса. — Чăн-чăн революционерсем çавсем ĕнтĕ, большевиксем. — Эсерсем камсем вара? Ячĕ вĕсен мĕн тĕрлĕ! Социалист тата ре-во-лю-ци-онер! — Хитре сăмахпа улталасшăн çав вĕсем халăха, — терĕ Рамаш. — Пуян чурисем вĕсем. Юрĕ-ха, ун пирки кайран тĕплĕнрех калаçăпăр. Итле-ха, тусăм, Мăрзабай ытлашши вашаватлă пирĕнпе. Ну эпĕ «кĕтнĕ хăна» пулам, мĕн тесен те — авалхи тусĕн ывăлĕ. Сана вара, хăйĕн тарçине, мĕн тӳрĕпе кăмăллăн йышăнать? Вăл сана кĕрӳ тăвасшăн мар-и, ача? Трашук хирĕç чĕнмерĕ. Уйăхĕпех ыйхă катса çывăрнăран, вăл халĕ сасартăк çывăрса кайрĕ. Рамаш çуркунне шăрши-сывлăшĕпе киленсе нумай вăхăт куç хупмасăр, тӳпере ялан çынна таçта илĕртсе чĕнекен çăлтăрсем çине пăхса выртрĕ. Таймансем Тĕне кĕнĕ чăвашсем авалхи тĕп чăвашла ятсене асран çухатса пĕтернĕ. Чулçырмара та халĕ суя хушаматсем çеç таса чăвашла: Курак, Чакак, Шакмак… Вĕсем вырăс пуп чиркӳ кĕнеки тăрăх тупса панă ятсем çумне хутшăнаççĕ: Курак Иванĕ, Чакак Ваççи, Шакмак Çимунĕ… Тĕп чăвашла ятсенчен Чулçырмара пĕр Тайман ят çеç юлнă, ятран хушамат пулса юлнă. Чулçырмари Таймансем ваттисем мĕн астăвассах чухăн пурăннă. Анчах юлашки Тайман, Тайман Сахарĕ, пĕтĕм вăйран çӳлелле кармашнă. Тĕрлĕ ал ĕçне ăста пулнăран, чылай аталаннă-ха вăл, лаша, ĕне, темиçе сурăх тытакан пулса, вăтамсен шутне кĕре пуçланă. Юлашки Тайман ăшĕнче яланах (мĕн ачаран) таçталла, çӳлелле, çутă инçетелле чĕнекен ĕмĕт пурăннă. Çав ĕмĕтне пула ĕнтĕ вăл лаша сутса… граммофон туяннă, вырăс хушшине Пасарлăяла куçса кайнă. Сахар ашшĕ-амăшĕн пĕртен-пĕр ачи, пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă. Унăн ашшĕ мĕскĕн йаваш-чăвашран иртеймен. Амăшĕ пирки ун пек калама çук вара. Якаль хĕрĕ Круни — Куштан Теменĕн аппăшĕ — Чулçырмана çĕн çын пул-са килсен, ял çыннисене шалтах тĕлĕнтернĕ. Ĕçре те, ĕçкĕре те никам та Крунипе танлашма пултарайман. Юрлас енчен илсен — ун пек юрлакан ялта мар, таврара пулман теççĕ. «Круни ĕçкĕ вăхăтĕнче Чулçырмара юрлани Якалĕнче илтĕнет», — тесе калаçатчĕç ял çыннисем. Ватăлас енне кайсан та, арçынсемпе парăнмасăр çапăçатчĕ, тет, вăл. Пур енчен те çынран ирттернĕ Круни, анчах пĕр енчен вара ирттерме мар, çитереймен те — ача тума пĕлмен. Çавăн пирки вăл мĕн-мĕн туса хăтланса пăхман-ши? Тĕрлĕ юмăçсем патне çӳренĕ, пĕр «тухатмăш» патне те çитсе курнă. Авалхи йăласене аса илсе, чӳк те тунă, киремет те тунă: Чӳккукринче пăру пуснă. Киреметре качака пуснă. Чăваш йăлисемпе меслечĕсем пулăшманнине кура, Круни вырăссен йăли-меслечĕпе Таллă мăнастирне кайса Николай-угодник святоя пысăк çурта лартса ӳкĕтленĕ. Вырăс светтуйĕ «пулăшнипе» вара хĕрĕхе çитсе пыракан хĕрарăм тинех ывăл ача çуратнă. Анчах чăн çапла пулнине çынсем ĕненсех кайман, Круние ача тума Таллăри сăваплă Микулай мар, Лешеккинчи çылăхлă Микулай пулăшнă тесе калаçма пуçланă. Ун пек сăмах саракан карма çăварсене Круни сахал мар вĕренткеленĕ: хĕрарăм пулсан — сурпан çаккине татса, сурпанне аркатса, çӳçрен тăпăлтарнă, арçын пулсан — тӳрех хăлха чиккинчен парса чикелентернĕ. Вара ял çыннисем, Круни сăмахне ĕненнĕ пек пулса, унăн пĕртен-пĕр ывăлне мĕн пĕчĕкренех Çветтуй Сахар тесе чĕне пуçланă. Ячĕ, мăшкăллă ят пулин те, Сахара пит килĕшнĕ. Ача чух вăл ытти ачасем пек урамра алхасса, йытă хыççăн чупса çӳремен, вăрманта вĕçен кайăк йăвисене тустарман, çын пахчине хăяр вăрлама кĕмен. Пĕррехинче Сахар кӳршĕри пуян ывăлĕ, Хаяр Макар ятлă йĕкĕт, Чӳккукринче хăйсен ватăлнă ула йыттине çакса вĕлерме тăнине курнă. Улапая çăлма ĕлкĕрнĕ ача, йытă каллех, килне таврăнса, Макар аллине ан лектĕр тесе, ăна чăтлăхра кăкарса хăварнă. Анчах ирхине Улапай валли апат илсе килсен, мĕскĕн йытта тупайман Сахар. Лешĕ, айван, пăява кăшласа татнă та килнех таврăннă. Хаяр Макар ăна Тикĕтпуссине кайса çакнă-çакнах. Çавăн хыççăн Сахар Хаяр Макара курайми пулнă. Ялйышсем пурăна киле Сахара мĕн тӳрĕпе «хисеплĕ» ят панине мана пуçланă, ăна ытларах Тайман Сахарĕ тесе чĕнекен пулнă. Кĕçех ача хăй тĕллĕн, хăй ăссĕн çын пулма тăрăшни палăрнă. Амăшĕ Сахара шкула яман, килте ĕçлеме хистемен, ачаш пăхса ӳстернĕ. Ашшĕ, Матви ятлă питĕ йăваш çын, чурăс арăмĕпе килĕшмен вăхăтра та хирĕçмесĕр, сăмах чĕнмесĕр ирттерсе янă, хăй ирĕкне палăртма хăранă. Çапах тăнлă та çутă ĕмĕтлĕ ача ачашланса, пăсăлса кайман. Вăл хăй ăсĕпех тĕрлĕ ал ĕçне вĕренме тăрăшнă. Круни пĕртен-пĕр ывăлĕн ырă кăмăлне ăнланайман, «йăраланчăк» ачине ятланă, кӳпкенĕ те ирĕксĕрех урама ачасемпе выляма, çапăçма хăваласа кăларнă. Сахар амăшне итленĕ пек пулса, хапхараи «ачасемпе выляма-çапăçма» тухса кайнă, хăй çавăнтах картишне хыçал енчен çатан урлă каçса кĕнĕ. Унта вăл, пĕр-пĕр вăрттăнрах кĕтесе кĕрсе ларса, кивĕ кутлăх-йĕвен-нăхта татăкĕсемпе айкашнă, тĕвĕсене шĕшлĕпе салтса çĕнĕрен тĕвĕлеме вĕреннĕ. Киле кайраы хапхаранах хăшкăлтатса «таврăннă». Амăшĕ мухтанă вараланса пĕтнĕ ачана — лешĕ «таврăнас» умĕн юриех çĕр çине выртса йăваланнă-çке. Ашшĕ, ывăлĕ çине арăмĕнчен вăрттăн ăшшăн пăхса, куç хĕснĕ. Вăл Сахар епле «выляни-çапăçнине» тахçанах сиснĕ, ывăлĕ урамра «вылянă» вăхăтра арăмне е вăлтса ăçта та пу-лин ăсатнă, е, ăсатаймасан, сăра ĕçтерсе юрлаттарнă. Кĕçех Сахар кĕтмен çĕртен тăлăха юлнă. Унăн ашшĕ, аллăсене çитнĕскер, хĕллехи вăхăтра мунча кĕнĕ хыççăн çур витре сивĕ сăра ĕçнĕ те, ӳпкине шăнтса, темиçе кун хушшинче çĕре кĕнĕ. Унăшки вилсен, Круни карчăк вунпĕрти ывăлне, «çын пултăр» тесе, хăйĕн тăванĕсем патне Якальне леçсе хăварнă. Тăван куккăшĕсем ачана çулла та, хĕлле те нумай ĕçлеттернĕ, айăпсăрах тӳпелесе, хĕртсе асаплантарнă. Çулла, суха вăхăтĕнче Сахара ĕç вăкăрĕсем хыççăн çӳреттернĕ. Акапуç тытса пыракан Темен куккăшĕ хаяр кăмăлĕпе Круни аппăшĕнчеп те ирттернĕ. Вăл ытларах вăкăрсене мар, ачана пушăпа тивретнĕ, апат тăраниччен çиме паман, çывăрас вăхăтра çĕрĕ-çĕрĕпе вăкăр пăхтарнă. Пĕчĕк Сахар çав асаплă пурнăçа икĕ çулталăк хушши тарăхса, макăрса тӳснĕ. «Кукка» сăмахпа «Темен» ята вăл ĕмĕрлĕхе курайми пулнă. Якальтен киле тарса таврăннă пулĕччĕ Сахар, анчах амăшĕ ăна, пыркаласа каймассерен, куккăшне итлеме, пăхăнма хуша-хуша хăварнă. «Вăл санран çын тăватех», — тенĕ. Круни карчăк ывăлĕн хурлăхлă, асаплă пурнăçне пĕлнĕ пулсан, тен, хăех ăна килсе илсе кайнă пулĕччĕ. Анчах унăн ывăлне тĕпчесе ларма яланах «вăхăт çитмен». Якальне пĕр-пĕр уява çеç пынă вăл. Пӳрте кĕнĕ-кĕменех юрлама пуçланă, ĕçнĕ, унтан хăнана çӳресе арçынсемпе харкашнă, çапăçнă. Вара урăлса çитичченех киле таврăнма васканă. Аçта унта ывăлĕпе шăкал-шăкăл калаçса ларасси! Тата мĕн вăхăт тӳсмеллеччĕ-ши ачан, анчах ун телейне пĕррехинче тĕнче пĕте пуçланă. Çу уйăхĕн вĕçĕнче тăркăнтăрла хĕртсе пăхакан ырă хĕвеле усал вупăр кăшлама тытăннă. Кун тĕттĕмленсех ларнă. Хирти çынсем, «тĕнче пĕтет» тесе, кăшкăрса таçталла чупнă. Вăкăрсем те хăрушшăн мĕкĕрсе тĕрлĕ еннелле ĕрĕхме пăхнă, чĕн пичевсене арпаштарса çыхлантарса пĕтернĕ. Сахар куккăшĕ — хаяр Темен те, пуçне икĕ аллипе хупласа, вăкăр пек мĕкĕрсе, юпах тпха евĕр таçталла тапса сикнĕ. Вунвиççĕри Сахар, хăй çав тери хăраса ӳкнĕ пулин те, амăшне юлашки хут курса юласчĕ тесе, Чулçырма еннелле чупнă. Ашрн сисĕм ăна акнă анасем урлă, Куçминккана та кĕмесĕр, тӳрĕ çулпа, лаша çулне темиçе çухрăм кĕскетсе, чуптарнă. Çул тăршшĕпе куççуль юхтарса чупнă ача. Хĕвел каллех хĕртсе пăха пуçланине, кун çĕнĕрен çутăлса кайнине курман, сисмен вăл, çапах, урапа сулĕ çине тухса, макăрма чарăннă, чупасса та хушăран канкаласа чупа пуçланă. Çурма çултан иртсен, мĕскĕи ача кĕтмен çĕртен амăшне тĕл пулнă. Круни карчăк та, кун çути хупланма пуçласан, хиртен киле мар, Якаль еннелле чупнă. «Ывăлăма юлашки хут курса юласчĕ!» тенĕ вăл та. Ывăлĕпе амăшĕ, пĕр сăмах чĕнмесĕр ыталашса, макăрашса киле таврăннă. Сахар килте те чĕтреме, хушăран ĕсĕклесе илме чарăнман. Тин вара Круни карчăк ывăлĕ çине тăрă ăстăнпа, тимлĕ куçпа пăхма пуçланă, ачана пуçран ачашласа, ун пурнăçĕ пирки тĕпчеме тытăннă. Халĕ Сахар ним пытармасăр пĕтĕмпех тĕрĕссппе каласа панă. Амăшĕ ывăлĕн пуçне ыталаса итлесе ларнă вăхăтра хăй те чĕтреме пуçланă, ĕсĕклесе макăрнă, юлашкинчен çĕнĕ юрă юрласа янă. Хурлăхлă та савăнăçлă пулнă ун çĕнĕ юрри. Круни карчăк юрланине итлеме ырă хĕвел усал вупăра çĕнтернĕшĕн савăнакан халăх пухăна пуçланă… Çакăн хыççăн Круни карчăк ывăлне килтех хăварнă, ăна ал ĕçĕсемпе айкашма чарми пулнă. Хĕлле раштав уявне Круни Якальне кайса килнĕ. Унта вăл ывăлĕн парăмне кăштах тавăрнă. Шăллĕне ӳсĕртиччен ĕçтернĕ те, чышкăпа тӳпелесе, пушăпа хĕртсе, патакпа çапса чĕп-чĕр юн туса хăварнă. Хĕвеле вупăр кăшлани Сахаршăн тспĕр енчен те усăллă пулнă. Круни карчăк хĕвел вупăра çĕнтерни çинчен хурлăхлă та савăнăçлă юрă юрланă чух Таймансен пӳрчĕ умне Мăрзабай Тимушс пырса тăнă. Юрă пĕтсен, вăл Сахара чĕнсе тухса хăйсем патне илсе кайнă. Тимуш ачаран Якалĕнче епле тĕнче пĕтни çинчен ыйтса пĕлнĕ, унтан, тула тухса, чӳрече хупписене хупнă. Пӳрте таврăнсан, вăл лампа çутса янă, вара пĕр аллине глобус, тепĕр аллине хура çип çăмхи тытнă та хĕвел мĕншĕн тĕттĕмленнине ăнлантарса панă. Тавçăруллă та тĕпчевçĕ ача пĕтĕмпех ăнланнă, ăнланнă та, Темен куккăшĕ, вăкăрĕсене пăрахса, хăй вăкăр пек мĕкĕрсе янине аса илнĕ, йăл кулса янă. Сахар вулама вĕренесшĕн пулниие пĕлсен, Тимуш ăна букварь кăтартнă, çавăнтах хăшпĕр саспаллисемие паллаштарса, кĕнекине ачана парсах янй. — Вĕрен, никамран та ан хăра, маи пата килсе çӳреме ан имен, хут вĕренме пулăшăп сана, — тенĕ Тимуш юлашкинчен. «Тĕнче пĕтнĕ» кун Сахаршăп чăп телейлĕ кун пулнă. Кĕнеке вуласа, Тимук пиччепе час-часах калаçса, ӳссе çитĕнекен Çветтуй Сахар хăй сисмесĕрех çылăхлă çын пулса тăнă, турра ĕненми пулнă. Круни карчăк, ку тĕнчери пурнăçа ытларах юратаканскер, леш тĕнче пурриие питех шанман пулас. Типĕ тытман вăл, чиркĕве çӳресех кайман, ывăлне те «вырăс туррине» ĕненме хистемен. Çав вăхăтрах ăна чăваш туррипе Киремете хисеплеме хушнă. Авлăнас вăхăт та çитнĕ ĕнтĕ Сахаршăн. Унран лайăх каччă урăх çук та пуль: шорннк та атăçă вăл, столяр та платник, кăмака купалама та пултарать. Йăваш та ĕçчен йĕкĕт. Апла пулин те çавнашкал пархатарлă качча кăмăллакан хĕр Чулçырмара тупăнмаи курăнать. Тен, каччине кăмăлланă та пуль, анчах ун амăшме пĕри те ырламан, пулас хаяр хунямаран хăранă. Хĕрсен ашшĕ-амăшсем те çаплах шутланă ĕнтĕ. Ĕçкĕре çуйăхакан, арçынсемпе çапăçакан карчăкпа никамăн та хурăнташланас килмен, унăн евчисене йышăнман. Круни карчăк куншăн ытлашши кулянман, Якальтен пĕр йăваш тăлăх хĕр тупса килнĕ те ывăлне евчĕсемсĕр-туйсăрах авлантарнă, чиркӳре венчет тунипех çырлахнă. Мескĕн çамрăк хĕрарăм хăй пекех йăваш упăшкине тем пек юратса пăрахнă. Хунямăшĕн хаярлăхне упăшкишĕн те, пĕчĕк ачисемшĕн те чĕмсĕррĕн тӳснĕ. Пĕррехинче, упăшки йывăр чирлесе выртсан, çамрăк хĕрарăм, çĕрле хунямăшĕнчен вăрттăн çурта çутса, турăш умне чĕркуçленсе ларнă. «Эй, турăçăм, аи тив Сахара, пĕчĕк ачасене шелле. Эп вĕсене пăхса ӳстереймĕп, хаяр карчăк çисе ярать мана. Ан тив Сахара, ун вырăнне ман мĕскĕн чунăма йышăн», — тесе куççуль юхтара-юхтара пуççапнă вăл. Илтнĕ пуль туррп мĕскĕн хĕрарăмăн хурлăхлă сăмахне. Сахар сывалнă, анчах кĕçех, тăваттăмĕш ачине (виççĕмĕш ывăл ача) йывăр çуратнă хыççăн, унăн çамрăк арăмĕ вилсе кайнă. Амăшĕсĕр юлнă пĕчĕкки аптраман, асламăшĕ ăна килĕрен йăтса çӳренĕ, кăкăр пама пăрахман хĕрарăмсене тупса, кăкăр ĕмтернĕ. Чăн пĕчĕкки вырăнне тенĕ пек, Сахарăн тепĕр пĕчĕк ывăлĕ, иĕчĕкки умĕнхи, сасартăк вилнĕ. Çапах урçа Сахарăн виçĕ ача юлнă-ха. Иккĕмĕш хут авланма Сахара тата йывăртарах пулнă. Амăшĕ хаяр карчăк, ачисем пĕчĕккĕ. Кам пытăр çав урçана качча? Çапах пĕр хĕрарăм, яппун вăрçи вăхăтĕнче тăлăха юлнă салтак матки, Сахарпа мăшăрланма килĕшнĕ. Тепĕр хуйхă тата: пуп вĕсене венчет тумаеть. Лисукăн упăшки яппун вăрçинче «песвĕç» çухалнă иккен, вăл вилни çинчен пĕлтерекен хут çук. Пуп Сахара Хусана архяерей патне кайса йăлăнма канаш панă. «Вăл хут туса парсан тин венчет тума пултарап», — тенĕ. Çук, Хусана кайман Сахар. — Пирĕн ват асаттесем венчетсĕр те лайăх пурăннă, — тенĕ вăл амăшне. — Эсĕ мана туйсăр авлантартăн, халь эпĕ хам туйсăр-венчетсĕр авланап. Ватăлса кăшт йăвашлана пуçланă амăшĕ хирĕç сăмах чĕнмен. Лисука ӳкĕте кĕртме йывăртарах пулнă. Лисук вырăс турринчен те мар, халăх сăмахĕнчен хăранă. Вара Сахар иккĕленчĕк хĕрарăма кăшт улталанă. «Тепĕр çултан укçа çитерсе Хусана мар, Мускава çити кайса килĕп. Килĕшӳ пулсан, венчечĕ пулĕ-ха вăл. Халăха та çапла калăпăр», — тенĕ. Лисук халех пĕрлешме килĕшнĕ вара. Сахар иккĕмĕш хут авланнă хыççăн çулталăк иртнĕ çĕре Круни карчăк сасартăк вилсе кайнă. Çĕрле, пĕр ĕçкĕрен таврăннă чух, кĕпер çинчен Чулçырма çыранĕ айне татăлса аннă вăл. Хăшĕ-пĕри Круни карчăка такам юрнех çырап айне тĕртсе янă тесе те калаçнă. Анчах тĕплĕн пĕлекен пулман. Куляннă, макăрнă Сахар, çав вăхăтрах тата хăйне ирĕке тухнă çын пек туя пуçланă. Елĕкех пурнăçа улăштарасшăн пулиă вăл, — амăшĕ ирĕк паман. Халь вара, «ирĕке тухсан», Сахар çĕр чавса, тар юхтарса пурăнас мар тенĕ. Вăл, икĕ лашарап пĕр лашнне сутса, хуларан граммофон, примус тата «çиçĕм» лампа туяиса килнĕ. Тĕлĕнтермĕш те усăсăр япаласем. Примусне Лисук чĕртме вĕренеймен, «çиçĕмне» çиçтерме хăранă. Арăмĕ макăра-макăра йăлăннине пăхман Сахар, Пасарлăяла куçса кайнă, арăмĕпе хĕрачине ирĕксĕрлесех майралла тумлантарнă. Сахара качча тухнăшăн Лисук ӳкĕне пуçлать, хунямăшĕ кăра çилĕллĕ пулин те, унпа килĕшкелетчĕ-ха вăл. Халĕ акă Сахарăн хăйĕн пуçтахлăхĕ палăрчĕ. Унччен тапак туртман, эрех ĕçмен упăшки амăшĕ вилнĕ хыççăн туртма та, ĕçме те пуçларĕ. Ку та темех марччĕ-ха. Анчах Сахар, урă чух ашшĕ пек йăвашскер, пĕр-ик черкке сыпсанах амăшĕ евĕрлĕ пуçтахланса каять: чарăнма пĕлмесĕр сӳпĕлтетет, юрлама тытăнать, чăркăшланса, кампа та пулин тытăçса кайма та хатĕр. Ун пек чух сăмах ан чĕн вара: çӳçреи сĕтĕрсе илме пăхать. Çынсен ĕçки виçĕ куна пырать, Сахар эрнесĕр чарăнмасть. Венчете тăман Лисук, тен, Сахара пăрахса, тăван ялне таврăнĕччĕ те, Сахариа вăл пĕр ача тума ĕлкĕрнĕ-çке, халь тата каллех йывăрланнă. Якаль хĕрĕн тăлăх ачисене те хăйĕнни пекех юратать тата. Çапла, юратса-тарăхса пурăнма пӳрнĕ ĕнтĕ ăна. Майра тумĕ те хăртать Лисука. Сахар хăй тата вырăсла кăна мар, хула çынни пек тумланма пуçларĕ. Унăн шурă вараланчăк кĕписене çуса ĕлкĕреймĕн. Юрать-ха, çав шурă кĕпе-йĕмне сайра хутра çеç тăхăнать вăл — ĕçкĕ-çикĕсенче. Хăйĕн ĕçкĕ эрнине ирттерсе янă хыççăн Сахар, хула тумне хывса, шорник тумне тăхăнать. Умне тахçанах вараланса пĕтнĕ, тир пек хытса кайнă саппунне çакать. Каçса кайсах ĕçлет вара Сахар. Çавăнпа ĕçĕ те ăнать унăн. «Лаша тумне» уиран хитре çĕленине чаплă купцасем те курман. Чапĕ те пĕр вырăнта тăман иккен унăн, пĕтĕм тавралăха сарăлнă. Таçти-таçти ялтан тĕрлĕ пуянсем ĕç килсе параççĕ Сахара, ун патне нимĕç-колонистсем те, тутар-пушкăрт мăрсисем те çӳрекен пулчĕç. Тепĕр чух ют енчен килнĕ пĕр-пĕр чаплă пуян шорника хăйĕнпе илсе кайнă та килĕиче ĕçлеттернĕ. Пĕр-ик уйăх ют енче ĕçлесе киле пысăк укçаиа таврăнсан, Сахар яланах хайхн ĕçкĕ эрни пуçласа янă. Çав путсĕр эрнене хăй темшĕн «Тасалăх эрни» е «Мунча эрни» тенĕ. Ялти купцасем, лавккаçăсем, тĕрлĕ пуян та паллă çынсем шорника ют ение ĕçлеме кайса çӳренĕшĕн вăрçнă, кӳренпĕ, çавах вăл таврăнасса, хăйĕн «Мунча эрнине» ирттерессе тӳсĕмлĕ кĕтнĕ: пурпĕрех унран ăста шорник тупаймăн. Ку енчи Букпн помешик та илтнĕ иккен чаплă шорник çинчен. Çĕнĕ ăратлă тройка туяннă хыççăн тĕрлĕ хăлтăрмаллă, çутă тӳмесемпе хитрелетнĕ кутлăх-йĕвен тума çав шорника чĕнтерме хушиă. Лешĕн шăпах «Тасалăх эрни» пуçланнă пулнă-мĕн. Улпут ыттисем пек шорник хăех урăласса тӳсĕмлĕн кĕтмен. Вăл пристава ӳсĕр шорника урăлтармэ хушнă. Лешĕ ним тума аптранипе «тасалакан» Сахара тĕрмене хупнă. Сивĕ подвалра Сахар час урăлнă, Вара прнстав вăхăтсăр «тасалнă» шорника конвойпа улпут патне ăсатнă. Виçĕ тус пулнă Сахарăн Пасарлăялта. Пĕри чăваш, хăйпе пĕрле килнĕ Кăяш Тимкки, тепри вырăс, Кирилл Мороз ятлăскер. Вăл Кăяш Тимкки пек килсĕр-çуртсăр, çемьесĕр çын, Тимкки пекех сасартăк ялтан тухса каять те çанла сасартăках таçтан килсе тухать. Виççĕмĕшĕ — тутар усламçă. Гильмитдин Багаутдинов. Вырăссем тутар ятне кăшт кĕскетнĕ: Гильми Батинов тесе чĕнекен пулнă. Чăвашсемшĕн вара вăл Кĕлми Пăтти пулса тăнă. Çав Кĕлми Пăттин арăмĕ çап-çамрăк. Вырăспа чăваш тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ. Тутарсен тĕнĕ, саккунĕ çапла иккен: вуникĕ çулхи хĕрачана та качча илме юрать. Сахар хĕлле «çиçĕм» лампа çутипе çĕрле те ĕçлет. Вуник çулхи ывăлĕ, Рамаш, ашшĕне чĕн касса, çип пĕтĕрсе пулăшать. Çавăнтах Сахар тусĕсем, виççĕшĕ те пухăнса, хăйсем хушшинче сăмах пуçласа яраççĕ. Такамран асăрханса, вырăсла мар, е тутарла, е чăвашла калаçма тăрăшаççĕ хăйсем. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳресе, усламçă чăвашла лайăх калаçма вĕреннĕ. Кирилл Мороз тутарла пĕлет, чăвашла калаçнине те ăнланать. Кăяш Тимккипе Кĕлми Пăтти часах тавлашса каяççĕ. Кирнлл Мороз вĕсене хĕтĕрткелесе ларать. Хуçа ĕçлет. Те илтет вăл çынсем мĕн шавланине, те илтмест те — калаçăва нихçан та хутшăнмасть. Рамаш вара хăлхине чанк! тăратса итлет. Кĕлми хăйĕн Магометне мухтать, Христоса хурлать. Кăяш Тимкки Магометне те, Христосне те хурлать. Тĕн пирки калаçма тытăнсан, яланах хирĕçеççĕ вĕсем. Патша пирки калаçнă чух хирĕçмеççĕ вара. Патшине иккĕшĕ те хурламаллипех хурлаççĕ. Рамаш та, ашшĕ пекех, шăпăрт ларать, анчах шухăшлама юрать-çке. «Кĕлми пиччен арăмĕ çамрăк, çавăнпа Магометне мухтать вăл», — тет хăй ăшĕнче. Кăяш Тимкки пĕр хĕл хĕлĕпех Пасарлăялта пурăннă. Анчах вăрçă пуçланас умĕн ăна стражниксем таçта тытса кайнă. Сахар иатĕнче арестленĕ ăна. Илсе кайнă чух Тимкка Сахара виçĕ сăмах çеç чăвашла каласа хăварнă: «Сиввипе пăттине систер», — тенĕ. Систернĕ те пулĕччĕ Сахар, анчах тутар усламçă та, Кнрнлл Мороз та, унчченех ялтан кайнăскерсем, Пасарлăяла урăх таврăнман. Çав виçĕ тус — тутар, вырăс, чăваш — Сахарăн ахаль те канăçсăр чĕрине тата ытларах хускатса хăварнă. Виççĕшĕ те пухăнса шавланă вăхăтра Сахар шарламасăр нтлесе ларнă. Анчах Тимккапа иккĕшех юлсан (Рамаш çук чух) вĕсем иумай калаçпă. Тимкка хура халăхшăн тăрăшнине, çавна пула тĕрмере ларса курнине пĕлет-ха Сахар. Анчах Кирилл Мороз та çавăншăнах влаçсенчен тарса, пытанса пурăнать вĕт. Çапах весем хушшинче килĕшӳ çук. Революционерсем хушшинче те уйрăмлăх пур иккен. Мороз хресчене мала хурать, Кăяш — рабочие. Рабочн класс кăна ытти ĕçхалăхне ертсе пыма, революци тума пултарать, тет. Кĕлми хăй революционер яхăнне пырайман. Анчах Кирилл Морозпа Кăяш Тимккишĕн шанчăклă çын пулнă вăл, иккĕшне те, хăй усламçă ĕçĕпе ялсем тăрăх çӳренĕ чух, кирлĕ çынсемпе çыхăнма пулăшнă. Сахар та икĕ революционер патне Кĕлмирен ытларах çывхарайман. Вăл Кĕлми пек хăйĕн ирĕклĕхĕ пирки çеç çуннă. Укçаран вăйли тĕнчере ним те çук тесе шутланă вăл. Тайман Сахарĕ пуйса тĕрлĕ йывăрлăхраи, пусмăрлăхран хăтăлма, ирĕке тухма ĕмĕтленнĕ. Çав ĕмĕтпе Пасарлăяла куçса килнĕ те. Çук çав, мĕн чул ĕçлесен те хăвăн ĕçӳпе кăна пуяймăн. Çавна Сахар та нурăна кнле самях ăнкарчĕ ĕнтĕ. Çулсем иртсех пыраççĕ. «Çулсем тавалла — ĕçсем анаталла», тенине аса илчĕ Сахар, тата хăнĕн сăмахне те çавăрса хучĕ: «Вăтăртан иртсен çĕнĕ ĕçе вĕренеймĕн, хĕрехрен иртсен, кăмака çикчен кăпăр-капăр анаймăн». Хĕрĕхе çитесси те ннçех мар, тата икĕ çул кăна юлнăччĕ. Çав вăхăтра кăвак билетлă çамрăк мар Сахара та салтака илсе Тĕрĕк фронтне ăсатрĕç. Ашшĕне ăсатнă чух Сахарăн аслă ывăлĕ Рамаш çапла каларĕ: — Çемьемĕр пирĕн пĕчĕкех мар, мансăр пуçне тата пилĕк çăвар. Çĕр ĕçлесе, тырă акса пурăнма пирĕн çĕрĕ те, ака таврашĕсем те ç.ук. Çапах, атте, эс ан пăшăрхан. Эпĕ пысăклантăм ĕнтĕ. Вĕренме пăрахасах пулать. Пирĕн амаçури ырă кăмăллă çын. Хăйĕн ачисене те, пире те пĕрпек пăхать. Ман ют енче ĕçлеме килсен те, Тарасшăн кулянмăпăр. Аккана качча пама тăрăшăп, çулĕ çитнĕ. Ан кулян, атте, часрах вăрçă пĕтерсе киле чиперех таврăн. Ашшĕ салхуллăн йăл кулчĕ, ывăлне ыталарĕ те тытăнчăк сасăпа шӳт тунă пек каларĕ: — Хăçан пысăклантăн вара? Мана систермесĕрех пысăклантăн пулать. — Ара, эпĕ, эс çывăрнă чух, çĕрле ӳсрĕм. Çук, шӳтлеместĕп. Чăнах та эп сан шорник пӳлĕмĕнче çĕрĕпе кĕнеке вулаттăм. Тимкка пиччен кĕнекисене те вуласа курнă. — Çавăнпа ман «çиçĕм» лампа краççын нумай çăтакан пулнă иккен, эп ăна, шăтман-ши тесе, çавăркаласа та пăхнă, — кулам пекки турĕ ашшĕ. Юлашкинчен ывăлне тепĕр сăмах каласа хăварчĕ: — Тимкка Кирилл Морозран тĕрĕсрех çулпа пырать иккен. Ун çулĕ чăн-чăн ирĕклĕх çулĕ пек туйăна пуçларĕ мана. Эп таврăнаймасан, Кăяш Тимккине шыраса тупма тăрăш. Ун хушаматне те пĕлместĕн пуль-ха. Авандеев Тимофей Степанччă вăл. Итле Тимкка пиччӳне, вăл каланă пек пурăн. Хăвăн телейӳшĕн тăрăшнă чух та вырăссен халăх сăмахне ан ман: «Один в поле не воин». Ашшĕне ăсатнă хыççăн Рамаш ун юлашки сăмахĕсене аса илсе шухăша кайрĕ, анчах вĕсен чăн пĕлтерĕшне ăнкараймарĕ. Кĕçех ун пек шухăшсем сĕвĕрĕлчĕç. Халлĕхе Рамашăн урăх хуйхă. Вăл, вунултă çулхи йĕкĕт, пысăк çемье пуçĕ ĕнтĕ. Ултă çăвара епле тăрантарса пурăнас пирки шухăшлама тивет. Тивет мар, тиврĕ те… Рамаш Рамаш тăван амăшĕнчен çиччĕре юлнă. Урă чух Сахар хăйĕн ачисеие курмастчĕ-асăрхамастчĕ тейĕн. Тăлăхсене кам та пулин шеллесе калаçма пуçласан е шухă та юрккăн Рамаша мухтама тытăнсан, вăл хирĕç шарламастчĕ. Хĕрĕнкĕллĕ чух вара хăех сăмах пуçлатчĕ: — Эй, мĕскĕн Тайман ăрăвĕ! Чĕмсĕр чунсем, сивĕ юнлă йăваш чăвашсем эпир. Рамаш кăна маттур чун, Таймансене хуман вăл, пĕтĕмпех асламăшне, вĕри юнлă мăнаçлă Круни карчăка хунă. Астăвăр: пысăк çын пулать вăл. Ачи ӳснĕçем шухăланса пычĕ. Ентĕ ашшĕ ăна урă чух та асăрхакан пулчĕ. Аслă ывăл ачи ытла ашкăнма пуçласан, Сахар пуçне сулкаласа сăмах чĕнетчĕ: — Такама кайса хунă эс, усланчăк. Çын пулайăн-ши вара? Ахăртнех, Чахрун Мишши пек иĕр-пĕр услап пулатăн пуль. — Асаннене хунă эп, атте, — кулса хуравлатчĕ ашшĕн ӳсĕр чух каланă сăмахне астуса юлнă ача, — пĕтĕмпех вĕри юнлă, мăнаçлă Круни карчăка хунă. Астăвăр: пысăк çын пулатăп эп. Ашшĕ, кăмăлсăрланнă пек пулса, ывăлне чăр пăхса илетчĕ, унтан, Рамаш хирĕç сăмах чĕнме аптраманшăн савăнса, мăкăртататчĕ: — Асаннӳне хуни пырĕччĕ. Темен куккана хуман-и? — Вĕлерсен те Тĕве куккана хумастăп. Нихçан та ун пек курпунланса чашкăрса çӳрессĕм çук, — хăвăрт хуравлатчĕ хăюллă та тавçăруллă ача. Сахар Якальтен тарса кайнă хыççăн çав ялта урăх пулман мар, анчах амăшĕн тăванĕсем патне пĕрре те кĕрсе курмарĕ. Темен куккăшĕ хăй Чулçырмана хăнана пырсан та, Сахар килтен тухса каятчĕ. Круни карчăк шăллĕне каçарнă пулас, ăпа ним иулмап пекех йышăнатчĕ, çапах хăнине хăвăртрах каялла ăсатма е урăх хурăнташĕсем патне кăларса яма тăрăшатчĕ. Ватăлас енне кайсан, килĕшӳсĕр вăрăм Темен курпунланса кукăрăлсах ларнă. Ашкăнчăк та сăнавлă Рамаш ăна пĕрре курнă хыççăнах Тĕве кукка тесе чене пуçларĕ. Асламăшĕ уншăн ача хăлхине пăрма пăхатчĕ. Сахар та ачине сивленĕ пек пулса, сăмах хушатчĕ: — Ват çынна мăшкăлласа чĕнме ырă мар, ывлăм. Хăй çав вăхăтрах ăшра кулса шухăшлатчĕ: «Сăнавлă ача, шельма. Чăнах та тĕве евĕрĕ пур çав. Тĕве пекех сурчăк сирпетет». Рамашăн ытла шухă хăтланăшсене сăнаса, пĕр савăнатчĕ, пĕр пăшăрханса шухăша каятчĕ Сахар: «Хăюлăхĕ усса кайсан, лайăхчĕ. Каймасан? Тен, çаплах ашкăнчăк та сулăнчăк пулса юлĕ. Ним ĕçре те тимлĕхĕ çук пек. Асламăшне çитеймест пуль çав. Карахтĕрĕ палăрмасть». Пурăна киле Рамашăи «карахтĕрĕ» палăрчĕ хайхи Пасарлăялта вăл ашшĕне самаях пулăшакан пулчĕ. Хушнă ĕçе тăрăшса тăвать, мĕн кирлине час ăикарать. Анчах пĕррехинче ача ашшĕн сăмахне ăнлансах çитеймен, чĕн чĕллисене ансăртарах каснă. Ашшĕ çавиа асăр-хасан, тискеррĕн кăшкăрса пăрахрĕ те ачине аллинчи пĕвенпе пуçран çапрĕ. Рамаш пĕр самант сăнпа шурăхса, вырăнтан хускалмасăр ларчĕ. Унтан сасартăк ура çине тăчĕ те алăк патне утрĕ, тухса кайнă чух алăка çилĕпе шаклаттармарĕ, ăна ерипен, «тăрăшса» хупса хăварчĕ. — Ыраттармаллах çапмарăм-çке. Пĕвен мĕн вăл? Патак мар. Минтер пек кăпăш япала. Вăт клещепе çапнă пулсан, — пăтранчăк ăшпа мăкăртатрĕ ашшĕ, ывăлĕ çапла тухса кайнă хыççăн. Шорникăн ĕçĕ те çав каç питех ăнмарĕ. Ывăлĕ таврăнасса пăшăрханса кĕтсе ларчĕ вăл. Рамаш çур çĕр тĕлне тин таврăнчĕ. — Юрĕ-çке, — терĕ ашшĕ «лăпкă» сасăпа. — Тăват ураллă лаша та тепĕр чух такăнать. Асаннӳне хунă çав эсĕ. Унăн мăнаçлă кăмăлне палăртрăн пулать. — Эс мĕн пирки, атте? — айванла тĕлĕнсе ыйтрĕ ывăлĕ. — Ара, сăмах чĕнмесĕр тухса кайрăн-çке. Кӳрентĕн пулать. — А-а, эпĕ учитель мана каçхине кĕнеке илме пыма хушнине сасартăк аса илтĕм. Хăй çавна маннă курăнать: Пăсар вĕçне тухса кайнă. Эп ăна кĕтсе лартăм, вăл çаплах таврăнмарĕ. «Çук, асаннӳне те, аçуна та хуман эс. Асаннӳ пилĕк минутран сивĕнетче, эпĕ çур сехетсĕр лăпланаймастăп. Эсĕ, ав, тăватă сехетрен тин мĕн пулнине «маннă». Вун тăваттăрах çапла хăтланатăн, — пĕр хурланса, пĕр савăнса шухăшларĕ Сахар. — Ачана Темен кукка мана патакпа вĕрентнĕ пек мар, урăхларах вĕрентмелле çав. Кашни ачан — хăйĕн екки-кăмăлĕ». Вунпĕре пуснă Рамаш Пасарлăялта аптраса ӳкмерĕ, хăйне хăй çакăпта çуралса ӳснĕ пекех тыткалать. Вырăссем кунта чăвашпа ылмашсах ларса тухнă. Чăваш ачисем вырăс ачпсемпе нĕрле выляççĕ. Çапах вырăсла кăйттăм калаçаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем вĕсене шкула яманни хăртать. Рамаш кунта киличчен вырăсла пĕлнĕ сăмахсене те вырăнлах калаймастчĕ. Çавăнпа вăл çĕнĕ çĕре килнĕ-килменех вырăс ачпсемпе хăй ăссĕн паллаша пуçларĕ: «Вырăсла калаçма часрах вĕренесчĕ!» Рамаш ытти чăваш ачисем пек вырăсла пĕли-пĕлми калаçма хăраса, вăтанса тăмарĕ. Пĕр-пĕр сăмаха вырăнсăр калани темех мар. Вырăс ачисем, ан тив, кулччăр. Ахăрса кулни сиен мар-ха вăл. Тепĕр чух сăмахсене юри арпаштарать Рамаш, пĕле тăркачах «сильный» тес вырăнне «богатый» тет. Вырăс ачисем кулма тытăнсан, вăл ăилантарса парать тата: — Чăн вăйлă çынна «богатырь» теççĕ. Çапла мар-и? Вырăс ачисем хăшĕ шухăша каяççĕ: «Чăнах та!» Кĕçех Рамаш вырăс юлташĕсемпе вырăнсăр каланă сăмахсем пиркн пер вăйă пуçласа ячĕ. Рамаш тахçанах асăрханăччĕ-ха: хăшпĕр вырăс сăмахĕсен пирвайхи сыпăкне кăшт çеç улăштарсан, пачах урăх пĕлтерĕшлĕ сăмах пулса тăрать: по-шел (кайрăм), при-шел (килтĕм), на-шел (тупрăм)… Пĕррехинче Рамаш вырăс ачисемпе ял вĕçĕнчи кулккана палан татма кайрĕ. Хутаç е пĕр-пĕр савăт илменччĕ хăй. Нихçан та аптраман ача халĕ те аптраса тăмарĕ, палан çырлине кĕпе аркине татса тултарчĕ. Анчах пĕр тĕмĕрен такăнса çырлине тăкса ячĕ те: — А я калину… насыпал, — терĕ хурланса. Вырăс ачисем кулса ячĕç. «Малтанхи сыпăкĕ вырăнлă пулмарĕ çав», — тавçăрчĕ Рамаш. — Ну, по-сыпал, от-сыпал, под-сыпал… Мĕнле каласан тĕрĕсрех пулать вара? Ну чĕлхе те сирĕн! — çилленнĕ пек каларĕ Рамаш. — Рассыпал тесен, тĕп-тĕрĕсех пулать, — терĕ Яшка. — Раз-сыпал, два-сыпал, три-сыпал… Çапла-и? Çук ĕнтĕ раз-сыпал мар, про-сыпал пултăр, — хуравларĕ чăваш ачи. Вырăс ачисем савăнса ихĕреççĕ. Рамаш ытти сăмахсенче те пирвайхи сыпăка вырăнсăр улăштарма пуçларĕ. Пĕр лачака урлă каçнă хыççăн ачасем йĕпеннĕ урисене типĕтме кĕрхи хĕвел ăшшине ларчĕç. Кăшт ларсанах чăваш ачи: — А у меня ноги уже от-сохли, — терĕ. — Просохли, — кулса тӳрлетет Яшка. — При-сохли, — ахăлтатать Рамаш. Вăйă пуçланчĕ те. Вырăс ачисем çавна час тавçăрчĕç. Яшка хутаçран çăкăр сăмси кăларчĕ, ăна пекĕпе тĕллесе: — Хочешь, за-режу, — терĕ. Вара ыттисем те кулăшла сыпăксем шыра пуçларĕç… Ют чĕлхене çăмăл вĕренекен ача, çимĕк иртсен вырăс ялне килнĕскер, хĕле кĕнĕ çĕре вырăсла самаях таса калаçа пуçларĕ. Хăш чух кăшт тытăнса тăрать çеç: вырăнлăрах сăмах е тĕрĕсрех приставка шырать. Пасарлăялăн тавралăхĕ питех мар та, Рамаша килĕшет. Чăваш вĕçĕ çумĕнчех — паланпа çĕмĕрт кулкки. Пĕр-ик çухрăмра икĕ юманлăх лаптăкĕ пур. Вĕсен çывăхĕнче — икĕ ту тĕмески. Курган теççĕ вĕсене. Ял çумĕпе Тригенник ятлă пĕчĕк шыв юхса выртать. Пĕчĕк пулин те, вăл, Чăваш вĕçĕнчен кăшт анаталларах пĕвенĕскер, ку тĕлте Тук шывĕ пекех курăнать: анлăшĕ те, тарăнăшĕ те çителĕклĕ. Шыва кĕме, пулă хыптарма ăнăçлă вырăнсем пур. Тăван Тук шывĕ те инçех мар иккен, ялтан пĕр пилĕк çухрăмра çеç. Ку енне хальтерех куçса килнĕ чăвашсем Тригенник сăмаха çавăрса калайман, хăйсем юханшыв валлн чăвашла ят шыраса тăман, ăна Çырма тенипех çырлахнă. Пасарлăялăн мăн урамĕ Рамаша шалт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ: вĕçĕмсĕр вăрăм та тӳп-тӳрĕ вăл, чăваш урамĕ пек шăп хуркайăк çулĕ тăрăх тăсăлать. Çапах та Пасарлăялăн чăн пысăк тĕлĕнтермĕшĕ — Пасар вĕçĕ. Çуртсем кунта ытарайми хитре. Чиркӳ умĕнчи пысăк тăваткал лаптăкра — шутсăр лавкка-магазин. Рамаш, çĕнĕ юлташĕсемпе Пасар вĕçне пирвайхи хут кайса килсен, ашшĕне хуйăрларĕ: — Пасар вĕçĕ ял-и вăл е хула-и? — Хула теме эс хулара пулса курман вĕт, — тĕлĕнчĕ ашшĕ. — Эс каланине астăватăп. Унта икĕ хутлă чул çуртсем пур, йывăç çуртсен пĕренисене кураймăн — пĕтĕмпех хăма çапса сăрланă, лавкка-магазинсем вара шутсăр нумай темерĕн-и? Кунта та çапла мар-и? Лавккисене шутласа арпашса кайрăм: те çирĕм, те ытларах та. — Эпĕ арпашмарăм, — терĕ ашшĕ, кулкаласа. — Тăватă магазин та вунçичĕ лавкка. Ярмункка вăхăтĕнче ытларах та пулать. Шăнкăрч йăви евĕрлĕ хăма хӳмесем кăмпа пек шăтса тухаççĕ. Ахальтен мар Пасарлăял теççĕ çав. — Куçминккара та пасар пулать те, çапах унта виçĕ лавкка çеç. Ма вара унта виççĕ çитет, кунта вуннă та çитмест? — тĕпчет малаллах сăнавçă ача. Сахар хăй те, Пасарлăяла пирвайхи хут килсен, Рамаш пекех тĕлĕнсе кайнăччĕ. Анчах вăл никамран та ыйтса тĕпчемерĕ, хăй ăссĕн тавçăрас терĕ. Ялĕ Куçминккасенчен темиçе хут пысăкрах ĕнтĕ, çапах куллен кашни лавккара çын вĕресе тăмасть-ха. Ахаль кун лавккаçăсем, лавкка умне тухса, çăвар карса е хĕвелçаврăнăш тĕшĕлесе лараççĕ. Пасар кунĕ çитсен тин Сахар пĕтĕмпех ăнланчĕ. Кунти пасар — Куçминккари вунă ярмункка. Пасарĕ те пĕр куна мар, виçĕ куна пырать темелле: ытларикун каçпа пуçланать те кĕçнерникун кăнтăрлапа тин вĕçленет. Пасар халăхĕ кунта пысăк тавралăхран иухăнать, утмăл-çитмĕл çухрăмри ялсенчен килекенсем те иайтах. Пĕр-пĕр хула е станци тавраш çывăхра çук: кĕпĕрне хули виç-тăватçĕр çухрăмра, чугун çул станцийĕ (Сурачăн) çĕр çухрăмра. Çавăнпа кунта катари ялсенчен хресчен те тавар илме килет, алăсти те тавар сутма çӳрет. Тата тĕрлĕ пысăк-пĕчĕк ялсенчи лавккаçăссм тавар илме çакăнтах килеççĕ… Халĕ Сахар тĕпчевçĕ ывăлне çакăн пирки ăнлантарса пачĕ. — Пирĕннисем ăçтан тавар илеççĕ вара? — малаллах тĕпчет ача. — Пирĕннисем Сурачăна çӳреççĕ. — Ма хулана каймаççĕ? — Хулисем ннçе терĕм-çке. Сурачăнта юриех Пасарлăял валли тавар хатĕрлекен купцасем пур. Вĕсем пирĕннисене шанаççĕ, таварне хут туса кивçенех параççĕ… Юрĕ-çке, купца-молодца. Çу кунĕсем иртиччен чупкаласа юл, кайран ытлах чупаймăн. Кĕркунне шкула çӳреме пуçлăн ак. Купца пулас тесен, вĕренесех пулать, — вĕçлерĕ ашшĕ хăйĕн сăмахне. Кĕркунне питех йăнатаймарĕ Рамаша. Хĕл кунĕсем йăпатмаллнпех йăпатрĕç вара. Кунта хĕлле куллен çăварни иккен. Пасар вĕçĕнчи пуянсем кашни кун каçпа лашапа ярăнса çӳреме тухаççĕ. Пар лашапа е тройкăпа çăварни чупакансем те пур. Вĕсене курма мăнни-кĕçĕнни урам тăршшĕпе тухса тăрать. Кун тĕттĕмленнĕ çĕре тепĕр мерекке пуçланать. Кулачкă теççĕ çав мереккене. Малтан пĕчĕккисем, унтан йĕкĕтсем, юлашкинчен вĕсен пиччĕшĕсем, ашшĕсем урама юрин-юрин çапăçма тухаççĕ. Те вăйă, те чăннипех çапăçу. Пĕр-пĕр хушлăх таран уйăрăлса, «Пасар вĕçĕпе» «Чăваш вĕçĕ» тытăçаççĕ. Чăваш вĕçĕ тени ятшăн кăна. Чăвашран çапăçакан çукпа пĕрех. Çапах Рамаш ачасем çапăçнă чух тĕк тăраймасть ĕнтĕ, вырăс юлташĕсем çумне пырса хутшăнатех. «Юрин-юрин» çапăçса та (çĕре ӳкни-выртнисене тивмеççĕ), çав кулачкăра аманнисем пулкалаççĕ — мăннисем хушшинче те, кĕçĕннисем хушшинче те. Рамаш сăмсаран юн юхтарса та, куçне-пуçне кăвакартса та, шăлсăр юлса та курнă. Ашшĕ чарма пăхрĕ. Кӳршĕ-аршăсем çавăншăн Сахартан кулма пуçларĕç. «Кулачкăсăр çын пулаймасть ачу», теççĕ тата. Сахар вара аллине сулчĕ те вырăс сăмахне аса илчĕ: «С волками жить — по-волчьи выть». Хĕл тата тепĕр савăнăç кăтартрĕ Рамаша. Вăл кунта конькипе чупма та, йĕлтĕрпе ярăнма та вĕренчĕ. Шкула çӳреме пуçласан, Рамаш шăматкун каç е вырсарникун çех кулачкăна тухакан пулчĕ. Эрне хушшинче вăхăт çук ун. Каçхине уроксем туса пĕтернĕ хыççăн ашшĕне ĕçре пулăшма тăрăшать. Ашшĕн виçĕ тусĕпе пуринпе те варлă Рамаш. Çапах хăй пĕчĕкрех чух пуринчен ытла тутар усламçăна кăмăллатчĕ вăл. Те арăмĕ çамрăкран, те хăйĕн кăмăлĕ çапларан, Кĕлми Пăтти хăйне хăй Рамашпа тантăш пек тыткалатчĕ: вылятчĕ, алхасатчĕ унпа, ăна анекдотсем, тĕрлĕ кăсăк историсем каласа паратчĕ. Тепĕр чух, çуллахи вăхăтра, ашшĕ ют енче ĕçленĕ чух, Кĕлми ăна хăйпе пĕрле çывăхри ялсенче тавар сутса çӳреме илсе каятчĕ, сутуçă ĕçне хăнăхтаратчĕ. Пушкăртла ĕлĕкех шеп калаçатчĕ Рамаш (Чулçырмара пушкăртла пĕлмен ача çук), халь вара усламçăран таврари ытти халăх чĕлхисене те самаях вĕренчĕ. Кăяш Тимккине арестлени, çавăн хыççăн лешĕсем те çухални йăлтах пăлхатса хăварчĕ çитĕнсе пыракан йĕкĕте. Час-часах шухăша каякан, кĕнеке тата ытларах вулакан пулчĕ вăл. Чăваш вĕçĕнчи шкула пĕтернĕ хыççăн Рамаш Пасар вĕçĕнчи ултă çул вĕренмелли шкула куçрĕ. Ана та ăнăçлă пĕтеретчĕ пуль, анчах вăрçă чăрмантарчĕ. Ашшĕне салтака ăсатнă хыççăн шкула урăх каймарĕ вара, мăнтăр Еликов патне приказчика кĕрĕшрĕ. — А-а, шорник ывăлĕ, Тайманкин! — палларĕ купца ĕç шыракан çамрăк йĕкĕте. — Çук, Тайман-кин мар, Тайман-ов эпĕ, — çирĕп сасăпа хуравларĕ Рамаш, лавккаçăн çуланса тăракан куçĕнчен пăхса. — Епле… Епле вара? — тăрăхласа ихĕлтетрĕ купца. — Аçу, значĕт, Тайманкин, эсĕ, значĕт, Тайманов пултăн-и? Ай, йӳрĕк те эс, ача! Ай кудесник-чудесник, пăх-ха эс ăна!.. Анчах Рамаш чăваша мăшкăллама пăхакан купцана тепĕр май тĕлĕнтерсе пăрахрĕ: — Сывă пулăр эппин, — терĕ вăл, çурăмне кăтартса. — Стой! — хĕрарăм сассипе çухăрса ячĕ лешĕ. — Ешĕл эс чăнахах ултă чĕлхе пĕлетĕн пулсан, хуть Раманов тесе чĕнĕп сана. Пожалстă, господин Тайманов. Чĕнни мĕн вăл! Пĕлессӳ килсен, çавăн пек хут туса пама пултарап. Сăмахпа кăна мар, пачпăрт тăрăх Тайманов пулăн вара. Хут пирки, тен, купца шӳтлесе кăна каларĕ пуль ун чух. Анчах Рамаш хăйĕн хушаматне, чăнах та, кăшт урăхлат-ма шухăш тытнăччĕ-ха. Вырăссене мăшкăллă Тайманкка ята ан астутартăр тек. Тайман ятран тухнă хушамат вырăс чĕлхи законĕпе Тайманов пулмалла. Хутне те тума пулчĕ Еликов, ĕç укçи пирки те хытса тăмарĕ. Мĕн кирлине час тавçăрнă чее купца. Пасара вьь рăсран пуçне тутар-пушкăрт, чăваш, мăкшă, хахул, нимĕç çӳрет. Кашнинпех ун тăван чĕлхипе калаçакан приказчик тупăш мар-и! Тавар илекенсен кăмăлне хăй енне çавăратех вăл. Чăн та çапла пулни час палăрчĕ. Ултă чĕлхеллĕ приказчика кайран ытти купцасем илĕртме пăхрĕç. Еликов ăна вĕçертсе ямарĕ: тума пулнă хутне те туса пачĕ, ĕç укçине те хăех сăлтав тупса ӳстерчĕ. Рамаш Мăрзабая мунча хыççăн чей ĕçнĕ чух каласа пани пĕтĕмпех тĕп-тĕрĕс. Ашшĕ хальтерех килсе кайни çинчен те асăнчĕ йĕкĕт, вăл большевик пулса тăни çинчен çех шарламарĕ. Юлашки вăхăтра, ашшĕнчен нумай вăхăт çыру килменнине кура, Рамаш хытă пăшăрханма пуçланăччĕ. Тайман Сахарĕ никам кĕтмен-шутламан çĕртен киле таврăнчĕ. Пĕр уйăха отпуск панă ăна. Анчах ун пирки арăмне шарламарĕ салтак, ик-виç кунтанах каймалла терĕ. Ма апла пулнине ывăлне çеç тĕрĕссипе каларĕ. Халĕ Рамаш ашшĕн пĕлтĕрхи сăмахĕсене пĕтĕмпех ăнланчĕ ĕнтĕ. Каяш Тймкки большевик пулна иккен, Кирилл Мороз — эсер. Ашшĕ ун чух Тимккана ытларах шаннă пулин те, иккĕленнĕ. Фронтра тин ун куçĕ уçăлса, пуçĕ тасалса çитнĕ. Килтен халех кайма большевик тивĕçĕ чĕнет ăна. Анчах каялла, Тĕрĕк фронтне, таврăнмасть вăл. Вĕсем, большевиксем, миршĕн кĕрешеççĕ иккен. Халĕ салтак Самара васкать. Унта большевиксен комитечĕ хушнипе чăваш салтаксем хушшинче ĕçлеме тивет унăн. Кăçал каллех ял вĕçĕцче ывăлĕпе уйрăлнă чух Сахар унпа уççăнрах калаçрĕ: — Сана калама мансах кайнă. Пирĕн Тимкка, Авандеев юлташ, таврăннă вĕт. Катари ссылкăра, таçта Çĕпĕр тĕпĕнче, пысăк революционерсемпе пĕрле пулнă вăл. Вĕсенчен пĕрне, Куйбышев юлташа, Тимкка пиччӳ тарма пулăшнă, каярах хăй те Çĕпĕртен шăвăнма май тупнă. Революци пулнă çĕре, Самара, çитнĕ вăл, унта ссылкăри юлташне тĕл пулма ĕмĕтленнĕ те, тĕл пулайман. Вара Тимкка хамăрăн кĕпĕрне хулине, Оренбурга, васканă. Халь çавăнта ĕçлет. Куйбышев юлташ Самарти большевиксене ертсе пырать. Ссылка хыççăн пĕрне-пĕри курман-ха вĕсем. Вăхăт çук. Эпĕ те ак килтен кайма васкатăп. Тепĕр революцишĕн кĕрешетпĕр. Чăн-чăн революци туса, буржуйсене мар, рабочисемпе ĕç хресченĕсене ирĕке кăларас пулать. Буржуйсемпе помещиксене тĕпренех кăкласа ывăтмалла. Пролетариатăн çулпуçĕ Ленин юлташ çапла вĕрентет пире. Рамаш çав ята ашшĕнчен пуçласа илтрĕ. Унччен илтмен çĕнĕ ят ун хăлхинче тăруках чарăнса тăраймарĕ. Кăçалхи тĕрлерен çĕнĕ ятсем хушшинчен уйăрса илеймерĕ ăна ăстăнпа тин аталанса пыракан çамрăк йĕкĕт. Çапах ашшĕ сăмахне лайăх ăнланчĕ Рамаш. Нумайăшне, купцасен пурнăçне çывăхран сăнаса, хăех ăнкарнăччĕ вăл. Халĕ ашшĕн сăмахĕ «çиçĕм» лампа пек пур тĕттĕм кĕтесе çутатса пачĕ. Туслăх Рамаш Трашук патне хăнана килнĕренпе икĕ эрне çитрĕ ĕнтĕ. Кунсем çурхи шыв пек хăшĕ шăнкăртатса, хăшĕ лăпкăн юхса иртсе кайрĕç. Çанталăкĕ самаях савăнтарчĕ çак кунсенче. Аслати кĕрлекелерĕ, çумăр çукаларĕ, улăх чечекленчĕ, вăрман саркаланчĕ. Икĕ тус таçта-таçта çитсе курчĕç: Тук тăрăх вăрманти сукмаксемпе тухăçалла та, анăçалла та çӳрерĕç, Чулçырма варĕпе çурçĕрелле Йĕнерлĕ ту патне çити кайса килчĕç. Кăнтăралла çеç çӳремен, вырăс енне каçса курман. Шавлă та савăк кăмăллă çамрăк хăна сасси Мăрзабай килĕнче кăна мар, çĕрпӳртре те ян янрарĕ. Сăпанин пысăк хуйхăпа пĕркеленсе ларнă тĕксĕм сăнĕ якалма, çуталма пуçларĕ. Сӳнес патне çитнĕ пурнăçа та чĕртме пăхрĕ Рамаш. Вăл Трашукăн чĕмсĕрленнĕ асламашне кăмака çинчен антарчĕ, тула йăтса тухса, хĕвел ăшшине ешĕл курăк çине лартрĕ. Типĕтнĕ пулă пек хытса кайнă карчăка та чун кĕчĕ, ун шăлсăр тути-çăварĕ уçăлчĕ: — Эй, ие путекки, намăшшăр, ан алхаш, — терĕ вăл, çурта пек сарăхса кайнă пӳрнипе Рамаша юнаса. Трашукшăн Рамаш килнĕренпе çут тĕнчене чун кĕнĕ пек туйăнать. Тĕрĕссипе, Рамаш хăй те чĕрĕлсе кайрĕ тăван ялта, паян тин куç уçса илемлĕ çанталăка, кăмăллă çынсене курнă пек туйăнать ăна. Ахăртнех, иккĕшĕн те пачах улшăнас вăхăт, каччă вăхăчĕ, çитрĕ пуль. Лере, Пасарлăялта, мар, кунта, Чулçырмара, тин тăруках мăнланнă-ши вара Рамаш? Аплах мар ĕнтĕ. Рамаш ашшĕне вăрçа ăсатнă чух каланă сăмах тĕрĕсех. Çĕрĕ-çĕрĕпе «çиçĕм» лампа çутипе кĕнеке вулани харама кайман. Кăяш Тимккин вăрттăн вуламалли кĕнекисем уйрăмах шухăшлаттарнă ăна, ăстăнпа хăйĕн тантăшĕсенчен маларах çитĕнме пулăшнă. Майĕпен ун куçĕ уçăла пуçланă. Çут тĕнче те икĕ вĕçлĕ иккен: пĕр енче — «Пасар вĕçĕ», тепĕр енче — «Чăваш вĕçĕ»; пĕр вĕçре — пуянлăх, тепĕр вĕçре — чухăнлăх; пĕр вĕçре — усал, тепĕр вĕçре — ырă… Тата çакна та асăрханă Рамаш: библиотекăран илсе вулакан кĕнекисенче, кашни кĕнекерех тенĕ пек, писательсем ытларах юратупа туслăх çинчен çыраççĕ. Çак икĕ туйăм пирки юлашки вăхăтра вăл час-часах шухăшла пуçларĕ. Туссем пур-ши ун? Çук мар. Анчах туслăх-и вăл! Кашни «туспах» ним мар çĕртен вăрçса кайма пулать. Юрату тени мĕнле вара? Рамаш хăй кама та пулин юратса курнă-ши? Шухăшпа ку тĕле çитсен, сасăпах кулса ячĕ каччă. Хăйĕн пурнăçĕнче пулнă пĕр мыскараллă историе аса илчĕ. Унччен Рамаш хĕрачасене вăрçтарнă çеç. Хальхинче вăл кĕтмен-шухăшламан çĕртен çĕнĕ библиотекаршăна сасартăк юратса пăрахрĕ. Майра хĕрĕ çап-çамрăк пулин те, ăна Татьяна Николаевна тесе чĕнеççĕ. Анчах хальччен тутанса курман, чуна канăçсăрлантаракан туйăм вăраха пымарĕ. Пĕррехинче кĕнеке илнĕ хыççăн Рамаш вырăнтан часах хускалаймарĕ, ун ури урайне çыпçăнса ларчĕ тейĕн. Çитĕнсе пыракан йĕкĕт хăй те сисрĕ-ха: хĕр умĕнче куç чакăртса тăни ырă мар. Çитменнине, юнашар тепĕр хĕр ларать, кунăн акамĕ пулас. Çапах Рамаш хăй ăссĕн вырăнтан хăпаймарĕ. Татьяна Николаевна темшĕн хĕремесленсе кайрĕ те сивĕкрех сасăпа: «Эс мĕн кĕтсе тăратăн тата, чăваш ачи? Пĕр-пĕр кирлĕ кĕнеке ятне мантăн-им?» — терĕ. Рамаш тин тăна кĕрсе, пӳлĕмрен чупса тухрĕ. Çуллахи вăхăт. Пӳлĕм алăкĕ яр-уçăччĕ. Хыçра кулă чĕнкĕлтетрĕ. Рамаш, хĕрсен куçне курăнми пулсан, чарăнса тăчĕ. — Ак сан валли кавалер тупанчĕ те, Танюша, — илтĕн-чĕ пĕр сасă кулă витĕр. Унтан тепри: — Ан та кала, Катюша. Иĕкĕт пулинччĕ хăть. Атту имшер те хăтсăр чăваш чĕппи. Каччăсем пĕлсен, кулма тытăнĕç тата. Кӳреннинчен ытла çилленчĕ Рамаш. Тутлă туйăм çавăнтах сĕвĕрĕлсе кайрĕ. «Имшер те хăтсăр чăваш чĕппи кăтартăп эп сана, ĕмĕр манмăн», — çул тăршшĕпе çĕтĕлсе пычĕ вăл. Кăтартасса ним те кăтартаймарĕ Рамаш Бабин купца хĕрне. Лешĕ Оренбургра вĕренет иккен. Çуллахи вăхăта каникула килнĕ-мĕн. Библиотекăра аппăш вырăнне пĕр уйăх ĕçлеме килĕшнĕ. Çавна пĕлкеленĕ хыççăн Рамаш пĕр уйăх кĕнеке улăштарма каймарĕ. Çак кăсăк истори Рамаш Пасар вĕçне пурăнма куçас умĕн пулнăччĕ. Çитĕнсе çитекен йĕкĕтшĕн усăллă пулчĕ-ха майра хĕр сăмахĕ. Еликов килĕнче пысăк тĕкĕр пур. Пӳртре пĕччен юлсан, Рамаш, тĕкĕр çине пăхса, хăйĕн сăнне сăнать. Чăнах та хăтсăр çав. Шĕвĕр сăмса, хуратут. Вăл та пырĕччĕ, пĕве кайманни хăртать тата. Çавăипа мăн кăмăллă майра «чăваш чĕппи» терĕ пуль. Вара Рамаш пӳ-сăнра мĕн çитменнине хаклă тумпа çи-терес терĕ. Хуçан хушса панă «ĕç укçи» шăп вырăнлă пулчĕ. Саша черкес та йĕкĕте ку ĕçре хытă пулăшрĕ: канашпа та, çитмен укçана çитерсе те. Хитре тумланма пуçлани пулăшрĕ вĕт йĕкĕте. Пасар вĕçĕнчи мăн кăмăллă каччăсем йышăнчĕç ăна, хĕрсем те ютшăнми пулчĕç: каç-каç унпа чиркӳ старостин хĕрĕ Маня çӳре пуçларĕ. Мĕн кирлĕ тата çамрăк йĕкĕте? Çапах темĕскер çитмен çав ăна. Ашшĕне тепĕр хут «салтака» ăсатнă хыççăн Рамаш тăрук тăван яла хытă тунсăхланине туйса илчĕ. Трашукăн çур енне килнĕ çырăвĕ те аса килчĕ. Вара йĕкĕт хуçаран çимĕкчеи отпуск илчĕ те тăван яла вĕçтерчĕ. Икĕ эрнерен Рамаш киле каяс пирки шухăшла пуçларĕ. Тĕрĕссипе, тăван ялтан тухса кайма вăхăт çитнĕ те ĕнтĕ. Хуçа ăна çимĕкчен виç-тăват кун маларах таврăнма хушнăччĕ… «Çимĕкчен эрне те юлмарĕ. Каясах пулать. Ыран юлашки хут пулă хыптарса юлас та, тепĕр кунне килелле тухса каяс. Çимĕк ярмунккине хатĕрленсе мана кĕте пуçларĕç пуль ĕнтĕ мăнтăр купца килĕнче», — шухăшлать Рамаш. Кĕçĕр те вĕсем шурăмпуç палăрнă çĕре тин Мăрзабай аслăкĕ çине хăпарса выртрĕç. Трашук яланхи пекех выртнă майăн харлаттарса ячĕ. Рамаш тӳпери çăлтăрсене тĕллесе шухăша кайрĕ. Тĕлĕнмелле. Улт-çичĕ çул хушши тăван ял пирки питех асанманччĕ. Халь ак темшĕн кунтан тухса каяс килмест. Мĕн тытса тăрать-ха ăна? Трашук-и? Туслăх-и? Пасарлăялта та туссем пур-çке. Пурах-и вара? Тен, çук та пуль. Чăваш вĕçĕнчисем мана пуçларĕç. Вырăс вĕçĕнчисем… Кам пур-ши унта, çав кăрккасем хуш-шинче? Чулçырмари пĕр-пĕр çăмăлттай Санька та вĕсенчен хаклăрах мар-и? — Юрĕ-çке, Роман Захарччă, çывăр, — хушрĕ вăл хăйне хăй, куçне хупса. — Мĕн тесен те ырантан тепĕр кунне киле таврăнмаллах… Çак самантра кам та пулин кăна: «Çук, Роман Захарччă, çимĕке Пасарлăяла çитейместĕн эс. Çимĕк кунĕ Пăрутапăрĕ çывăхĕнче каçса кайса ташлатăн. Лешеккинчи варлă туссемпе юратнă хĕр тытса тăрĕç сана», — тенĕ пулсан, Рамаш кулса вилĕччĕ. Анчах тепĕр кунне пĕр ăнсăртран пуçланса каймарĕç-и кĕтмен çĕртен килсе тухнă чăрмавсем? Ансăртран тени, тен, тĕрĕсех пулмĕ, çавах ăнсăртлăхĕ те пулчĕ çав. Рамаш Чулçырмана килнĕренпех Трашуксене, Яхрушсене вырăс ачисемпе паллаштарма, туслаштарма ĕмĕтленнĕччĕ, вĕсене пĕр каçхине вырăса вăййа кайма хистесе те пăхрĕ. Килĕшмерĕç чăваш ачисем: Трашук хăйĕн хăюсăрлăхне кура пуçне сулкаларĕ. Яхруш катăк шăлне кăтартса кулса илче: «Пĕр шăла çапса кăларни те çитĕ. Урăх çапăçас килмест ман. Пăрутапăрне те çакăн пиркиех çӳреместĕп», — терĕ. Çав Пăрутапăрĕ çывăхĕнче паллашрĕ те Рамаш хăйĕн пулас тусĕсемпе. Чӳккукрипе Тикĕтпусси хушшине темшĕн Пăрутапăрĕ теççĕ. Кунта вăрмана икке уйăрса тăракан чылай пысăк уçланкă пур. Хăйăрлăх. Тен, ĕлĕкрех ку тĕлте пăру тапăрĕ валли ăнăçлă çыран пулнă пуль. Халь Тук çыранĕ чăнкăланнă. Пăрутапăрĕ çывăхĕнче Тук урлă каçса çӳреме шарлак вырăн пур тата. Вырăс ачисем пулă тытма çак тĕлте ку енне йĕм тавăрса каçаççĕ. Вырăс енче Тук çыранне хăмăш пусса кайнă — пулă хыптарма кансĕр. Юлашки кун ирхине Трашукпа Рамаш вăлта йăтса Пăрутапăрне çитрĕç. Рамаш чăнкă çыран айĕнче пĕр авăр кăмăлларĕ: «Çакăнта хыптаратпăр, кунта çуйăн тытма та пулăть», — терĕ. Трашук темшĕн турткаланса тăчĕ, çӳлерех кайса тата лайăхрах вырăн шырама хистерĕ. Рамаш килĕшмерĕ. Хăна кăмăлне тăвасах пулчĕ вара… Рамаш кĕçех пĕр-икĕ уланкă туртса кăларчĕ. Трашукăн ĕç ăнмарĕ. Тем пăшăрханса, вăлта хăмăшне курмасăр, Тук леш еннелле нăхса ларать вăл. Акă унта виçĕ йĕкĕт курăнчĕç, шарлак тĕлне васкаса çывхараççĕ. Вара Трашук хăйне пăшăрхантаракан шухăшне Рамаша каласах терĕ. Çак вара пулăçăсем Чугун авăрĕ теççĕ. Кунта вырăс ачи Илюшка Чугунов икĕ юлташĕпе пулă тытма çӳрет. «Хăйĕн» авăрĕнче урăх никама та хыптарма памасть вăл. Çавăн пиркиех Яхрушăн шăлие çапса кăларнă та. — Ав, халĕ те нирĕнпе çапăçма килеççĕ ĕнтĕ, — терĕ Трашук юлашкинчен, Рамаша асăрхаттарса. — Атя каяр кунтан. Каймасан, тытăçмаллах пулать. Рамаш тăруках сăмах чĕнмерĕ. Пĕлет вăл: Трашук хăравçă чĕреллĕ çын мар. Кăлăхах хирĕçме, вăрçма юратманнипе çеç кунтан каясшăн. Трашук ура çине тăнăччĕ, Рамаш ăна чарчĕ: — Чим-ха, вырăссенчен тарма ан васка. Эп тахçанах вĕсемпе паллашасшăнччĕ. Хăйсене паллатни? Кам ачисем, пуян таврашĕсем мар-и? — Чухăнсемех. Илюшкинчен Фальшин ывăлĕ те хăрать, теççĕ. Пуçтах та паттăр йĕкĕт. Лешсене пĕлсех каймастăп. Кунта вĕсем яланах виççĕн çӳреççĕ. Халь юриех пирĕнпе çапăçма килеççĕ ĕнтĕ, хăйсем вăлта хатĕрĕсене те илмен, — терĕ те Трашук, каллех, вăлтине ярса, хăй вырăнне ларчĕ. Акă Тук урлă каçнă вырăс ачисем Чӳккукринчен килсе тухрĕç… Хур-кăвакал пек умлă-хыçлă утса килеççĕ. Малтин утти тăйлăк-тайлăк. «Хăйне хăй пĕр-пĕр атаман пек шутлать ĕнтĕ ку, — шухăшларĕ Рамаш. — Хитре вырăс ачи: сарă, кăтра çӳçлĕ. Кăтрисем карттус айне шăнăçаймаççĕ. Пичĕ-куçĕ шăратса тунă пек. Пурте çарран, йĕм пĕççисене чĕркуççи таран тавăрнă, — вырăс ачисем çывхарнăçемĕн сăнать Рамаш. — Пĕри Зар Ехим пек хĕрлемес пуçлă, тепри ман пекех хуратутлă шĕвĕркке. Анчах пĕри те усал ача пек курăнмаççĕ-çке… » — Юрĕ. Малтан вĕсем мĕн калаçнине итлер-ха, — терĕ Рамаш. Çӳллĕ çыран хĕрринчен сиксе аннă майăнах кăтра çӳçли кăшкăрса ячĕ: — Марш ман вырăнтан, чăваш чĕпписем! Рамаш ларнă çĕртен тăмасăрах вырăса куçран чăр пăхрĕ. Трашукĕ хăйне хăй лайăх пĕлмест иккен. Ана халиччен çын çапла кӳрентерсе курман пулас. Вăл чĕри вĕресе кайнине хăй те сисмерĕ. Илюшка çапла кăшкăрсанах ура çине тăчĕ. Лешĕ тата хытăрах хаярланса кăшкăрчĕ: — Кама каларăм, чăваш чĕпписем! Эсир Чугунова пĕлместĕр иккен… — Пĕлетпĕр, Чугун катăкĕ, — терĕ Трашук тăвăннă сасăпа. — Эс мĕн, ку вырăна сутăн илтĕн-им? Ахальтен мар ăна Чугун авăрĕ теççĕ. Сан çавăнта сикесех пулать пуль. Рамаш, Трашукран тĕлĕннипе, варне тытса кулса ячĕ. — Кул, кул, чăваш чĕппи, анчах кайран ан макăр, — терĕ Илюшка шăл витĕр, хăй Рамаш еннелле çаврăнса та пăхмарĕ. — Молодец, Троша. О, наконец я слышу речь не мальчика, но мужа, — терĕ Рамаш, кулма чарăнсан. Пушкин сăмахĕсене кăшт урăхлатса каланине пĕлмеççĕ лешсем, анчах хăйсем ку шĕвĕркке вырăсла хула вырăсĕ пекех калаçнăран тĕлĕнсех кайрĕç, ун çине пĕр вăхăт çăвар карса пăхса тăчĕç. — Эс вырăс ачи иккен, шуйттан, — терĕ вара Чугунов, Рамаш еннелле çаврăнса. — Ма малтанах каламарăн? — Çук, Илюша, вырăс ачи мар эп. Эс калашле, чăваш чĕппи кăна. — Суятăн?! — Капла манпа суятăн теçе калаçсан, чăнахах çапăçмалла пулать пуль… Анчах ман темшĕн сирĕнпе çапăçас кнлмест. Пĕр-пĕр Фальшин ывăлĕ пулсан, аяк пĕрчисене савăнсах суйласа пăхăттăм. Хăйне Илюш тесе чĕннĕрен тата Фалыпин ывăлĕ пирки çапла каланăран вырăс чĕри çемçелсех кайрĕ… Çапла паллашса туслашрĕç Тайман Рамашĕпе Илюша Чугунов. Кĕçех вĕсем иккĕшĕ те кăмăллăн калаçа пуçларĕç. Çапăçу пулманшăн Чугунов юлташĕсем малтанах кăмăлсăрланчĕç. Хăйсем хушшинче юлташĕ пирки: «Струсил наш Чугунок», — текелерĕç. Кайран, Рамаш тĕрлĕрен анекдотсем калама тытăнсан, кунта мĕншĕн килнине мансах, кула-кула савăнса итлесе ларчĕç. Чугунов чăваш ачисене хисеплĕрех ятпа чĕнекен пулчĕ: Рома, Троша тет. Хăйĕн юлташĕсене вара ĕлĕкхи пекех Спирка, Филька тет. Спирка, хĕрлемес сăнли, сăмах ваклама юратмасть. Вăл пĕр вăлта хуллине ярса тытрĕ те пулă хыптарма пикенчĕ. Фильки çăмăлккарах çатăлти ача вара. Вăл айванрах шӳтлекелесе Трашука калаçтарасшăн пулчĕ. Трашук Сибада Михайло ывăлĕ пулнине пĕлсен, Илюша Рамашпа вăрттăн калаçмалли тупрĕ. «Эсир Трошăпа пулă тытăр, пирĕн пĕр ĕç пур», — терĕ вăл юлташĕсене. Çыран хĕррипе пĕр-пĕринпе паллашмалăх калаçса çӳрекеленĕ хыççăн вырăспа чăваш, сулхăн та тӳлек вырăн тупса, курăк çине юнашар тăсăлса выртрĕç. Вара тин Илюша хăйĕи вăрттăн сăмахне пуçларĕ. — Эс ку сăмаха халлĕхе юлташна ан кала-ха, — терĕ вăл, малтанах асăрхаттарса. — Пирĕн енче Трашук ашшĕн вилĕмĕ пирки пĕр сăмах çӳрет. Ана Фальшин вĕлернĕ, тĕççĕ. Кӳршĕ ачи хӳме шăтăкĕ витĕр курнă пулать. Ачи тунать халь, ăна Фальшин хăратнă пуль. Анчах, тунмасан та, вăл закон умĕнче свидетель пулма пултараймасть — вуннăра çеç. — Мăннисенчен куракан пулман-и? — ыйтрĕ Рамаш. — Пĕр чăваш курма пултарнă. Анчах вăл курнă пулсан та шарламасть-ха. Хăй старшина пулнă çын старостăна хӳтĕлетех ĕнтĕ. — Çынни кам? Смоляков мар-и? — Чăваш терĕм вĕт сана. Смоляков вырăс вăл. Емĕр хăйĕн лавккинче чăваш сĕткенне ĕмсе ларса кăшт чăвашланнă çеç. Сирĕн унта пĕр хисеплĕ çын пур. Мурзабайкин пирки калаçатăп. Çав вĕт Сибада Михайлăна çуна çине хурса илсе кайнă. — Вот те фунт с изюмом, — терĕ Рамаш, Мăрзабай ятне илтсен. — Троша çав Мурзабайкин патĕнче халь тарçăра ĕçлет. Нивушл,ĕ ун пекех икĕпитлĕ çын-ши леш? Нивушлĕ ФаЛьшин айăпне пĕлсе тăрсах шарламасть-ши? Юрĕ. Систернĕшĕн тавтапуç. Шăршласа пĕлме тăрăшăпăр. Ахальтен мар вăл мана шĕвĕр сăмса тет. Рамашăн хăйĕц те вăрттăн сăмах тупăнчĕ. Кăтра çӳçлĕ сарă вырăс ачине юратрĕ вăл, хальччен Трашукпа калаçманнине те Илюшăпа калаçрĕ: — Эсĕ, Илюша, Фальшин Васькине курайманнипе кăна пуянсене кӳрентерме тăрăшатăн. Фальшинсен урапа кустăрмисене çăла яни мĕн вăл? Хулиганла алхасни çеç. Чăваш ачисемпе нулă тытмалли вырăншăн хирĕçни те киревсĕр япала… Илюша малтанах хирĕçсе кайма хатĕрччĕ, анчах леше большевиксем пирки асăнсанах, вырăс кăмăлĕ çĕнĕрен уçăлса кайрĕ: — Ман кукка, дядя Коля, большевйк, — тере вăл, Рамаша пӳлсе. — Вăл салтакра-ха, çыру килсех тăрать. Полковой комитет пуçлăхĕ халь вăл. Анчах большевик сăмах мĕне пĕлтернине чухлаймастăп çав эпĕ. Анлантарса пар, эппин, вырăс-чăваш ачи. Рамаш большевиксем пирки те, хальхи лару-тăру çинчен те хăй мĕн пĕлнĕ-ăнланнă таран каласа пачĕ. — Сан аçу — большевик, ман кукка — большевик. Вот хурăнташ пултăмăр та, — савăнчĕ Илюша. — Çапла çав. Пирĕн, чухăнсен, рабочисемпе пĕр пулса, пурин те тăванлашас пулать, — терĕ Рамаш. Юлашкинчен Илюша Рамаша каçхине хăйсен енне хăнана пыма чĕнчĕ: — Пĕр хĕрпе, Оля Чернышовăпа паллаштарăп сана, — терĕ вăл. — Эс çавна Фальшин Васькинчен сивĕтсен, эп вара саншăн вутта сикме хатĕр. Эп Ольăна никама памăттăм, хам енне çавăрăттăм, анчах çывăх хурăнташ эпир, аннесем пĕртăван. Паллаштарăп сире. Ольăпа çӳренĕ чух Васькăран ан хăра. Вăл пырса тапăнсан, хытăрах шăхăр кăна, эпир виçсĕмĕр те чупса çитĕпĕр. Васька хăй те пирĕн вĕçе пĕччен çӳремест, манран хăрать. Рамаш тутине чалăштарчĕ. «Пулăшу чĕнме хĕртен намăс пулĕ. Çук, темиçе Фальшин пырса тапăнсан та, шăхăрмастăп, Илюша», — терĕ. Чугунов Рамашăн типшеркке пысăк мар кĕлеткине куçпа хыпашласа илнĕ пек пулчĕ те: «Апла пулсан, вĕлерет вăл сана. Фальшин вăйпа манран тайăнрах пулин те — кĕлеткипе тĕреклĕрех курăнать», — терĕ. Рамаш халь сасăпах кулса ячĕ. — Эп Фальшина мар, сана та парăнмăп-ха, — терĕ вăл, вырăса пĕр йĕкĕлтенĕ пек, пĕр мухтанă пек пулса. — Атя-ха, Илюша, юрин-юрин çапăçса пăхар. Эс мана питрен çупса илме тăрăшăн, эп — сана. Кам кама ытларах çупма ĕлкĕрет, çав çĕнтернĕ пултăр. Юрать-и? — Юрать! — терĕ Илюша кăмăллăнах. Хăй çавах кăшт тĕкеĕмленчĕ. «Ку çивĕч чĕлхеллĕ чăваш ачи каппайчăк мар-и?» — шухăшларĕ ăшĕнче. Анчах вăйă пуçлансан, вырăс ачи тĕлĕнсе кайрĕ. Епле хупланма тăрăшсан та, лешĕ питрен сăхса илет-илетех. Илюша хăй пĕрре те çупаймарĕ йăрă йĕкĕте. «Çук; Фальшина парăнмасть ку», — тесе шухăшларĕ вăл… Филька пулă тытма юратмасть. Икĕ хастар пулăçă хушшинче ларса йăлăхтарчĕ ăна. Иккĕшĕ те шăпăрт ларма хушаççĕ тата. Тунсăхласа кайнипе Филька ура çине тăрса çырана хăпарчĕ. — Спирка, наших бьют!.. — сасартăк çухăрса ячĕ вăл. Спирка вăлта хуллине шыва пăрахса çӳлелле вăркăнчĕ. Анчах лере нимĕскер «бьют» та çук иккен. Чугунокпа унăн çĕнĕ юлташĕ Филькăран кулса тăраççĕ. Вара Спирка, ку услап мана юриех улталарĕ тесе, юлташне çилĕпех çыран хĕррине тĕртсе ячĕ. Лешĕ, чикеленсе, кусса, шыва кĕрсе ӳкрĕ. Камшăн кулă, камшăн хуйхă пулчĕ. Макăрас патне çитнĕ Филька юлташне чышкăпа юнарĕ. Анчах Илюша вĕсене вăрçса кайма памарĕ: — Атьсем! — терĕ вăл. — Кăçал никам та шыва кĕрсе курманччĕ. Атьăр-ха, паллашнă майпа пурте пĕрле шыва кĕрер. Эс, Филимон, кĕпӳ-йĕмне хывса çак, типĕт… Пурте килĕшрĕç. Трашук вăлтисене пуçтарчĕ. Рамашпа Илюша кусем мĕн чухлĕ пулă тытнине пырса. тĕрĕслерĕç. — Сахал, — терĕ Илюша. — Ни сана, ни мана. Лешекки вырăсĕсем чăвашла калаçма пĕлмеççĕ. Анчах хăшпĕр чух уйрăм чăваш сăмахĕсене питĕ вырăнлă каласа хума вĕреннĕ вĕсем. Пĕрне-пĕри хытă кӳрентерес тесен чăвашла «ухмах!» теççĕ. Ытла сахал темелле чух «ни сана, ни мана» теççĕ. Филька çапах юлташĕ ăна хур кăтартнине манман-ха. Вăл çарамасланнă Спиркăна, патакпа юнаса, хăйăрлă шыв хĕррипе шарлак еннелле чуптарчĕ. Иккĕш те ĕрĕхсе ним курмасăр чупаççĕ. Çывăхра майра хĕрĕсем çухăрни илтĕнчĕ. Вĕсем Тук урлă каçма пикеннĕ-мĕн. Шыв варрине çитнĕскерсем, çара пакартасене курнă та, юбка-сараппан аркисене алăран вĕçертсе, каялла тара панă. Спирка та, çухăрса, тарăн çĕрте шыва сикрĕ. Филька ун хыççăн ыткăннăччĕ те, çавăнтах тăп чарăнчĕ. Ишме лайăхах вĕренеймен-ха вăл. Вара, каялла таврăнса, ăшăх çĕрте шыва выртрĕ те пĕчĕк ача пек шĕмпĕлтете пуçларĕ. Трашук шыва кĕме пуринчен кая юлчĕ. Паянхи пек нихçан та кулса, савăнса курман вăл. Ку Рамашпа тем курăн çав. Çапăçма килнĕ вырăс ачисем темле чăвашран та лайăх юлташсем пулса тăчĕç. Вăрманта тĕрлĕ кайăк хăйĕн савăнăçлă юррине шăрантарать. Авăс тăррисенчен çĕкленнĕ хура кураксем канăçсăр кĕриклетсе вĕçкелеççĕ. Хĕвел çуллахи пек ытлашши вĕриленсе кайман-ха, кăмăллăн çеç ачашласа хĕртет. Йывăç шăршипе чечек шăрши шыв сулхăнĕпе пăтранса çăмăллăн сывлаттарать, çамрăк кăкăра çĕклентерет. Çут тĕнче, сана. туйма пĕлсен, ытарайми хитре иккен эсĕ! Трашук васкамасăр хывăнчĕ. Хĕвел ăшшипе ӳтне хĕртсе, çыран хĕррипе утса çӳрекелерĕ, урине шыва чиксе пăхрĕ: сивĕрех. Вара каялла чакрĕ-чакрĕ те, хытă чупса пырса, шыва шампăр сикрĕ. Сикрĕ те куçран çухалчĕ. — Пĕтрĕ пĕр чăваш! — кăшкăрчĕ Филька, ăшăх çĕрте шĕмпĕлтетекенскер. — Çухалчĕ, пăхăр-ха, ачасем! — тепĕр хут кăшкăрчĕ вăл. Пурте ишме чарăнса çаврăнса пăхреç. Шыв çийĕ лăпкă, нимĕскер илтĕнмест, курăнмасть. Ачасем сывлăш çавăрмасăр, сасă кăлармасăр шыв тăрăх та, урлă та сехĕрленсе пăхкалаççĕ. Тин таçта шăмпăлт! туни илтĕнчĕ. Тук леш хĕрринчи хăмăшсем хушшинче Трашук пуçĕ курăнсах кайрĕ. — Ай чăмать те кăвакал! — савăнса кăшкăрчĕ Илюша, сывлăш çавăрса лăпланнă хыççăн. Рамаш пĕр кулнă пек, пĕр макăрнă пек ихĕрсе, хăмăш хушшинче йăл кулса ларакан Трашука чышкăпа юнаса ун еннелле ишрĕ. Лешĕ тарăнрах сывласа илчĕ те каллех чăмрĕ, аптраса унталла-кунталла пăхакан Рамашран пилĕк-ултă хăлаçра пуçне кăтартрĕ. Филька, киленсе, ним тума пĕлменнипе ури-аллипе тапкаланса, шыв сирпĕтсе, сысна çури пек çухăрать. Илюша мăн сасăпа аслати кĕрленĕ пек ахăлтатать. Катаран ишсе килнĕ Спирка та ним пĕлмесĕрех Филькăпа Илюшăна кура ихĕрет. Чӳккукри тăрринче хĕвĕшекен хура вĕçен кайăксем каллех пăлханса кăшкăраша пуçларĕç. Ырă хĕвел савăнса ăшшăн пăхать çĕрелле. Юрату Икĕ вăйлă туйăм кĕтмен çĕртен килсе çупăрларĕç Рамаш чĕрине — туслăхпа юрату. Юмахри пек хăвăрт килмерĕç-и вĕсем? Ирхине туслăх, каçхине юрату. Пурнăçра тепĕр чух юмахра çукки те пулать иккен. Тата виçĕ кун пĕр самант пек иртсе кайрĕç. Çимĕкĕ ырантан тепĕр куи ĕнтĕ. Анчах Рамаш Пасарлăяла васкамасть-ха. Вăл Мăрзабай аслăкĕ çинче куçпа тӳпене тĕллесе, шăппăн шухăша кайса выртать. Чĕри юрлать ун: «Пулать, пулать, пулать… Пурнăçра юмахра çукки те пулать. Пулать мар, пулчĕ те ĕнтĕ». Халь йĕкĕтшĕн çут тĕнче Чӳккукри таврашĕнче кăна. Унта шăнкăртатакан шарлак пур, шыв хĕррипе Чугун хушлăхĕ хушшинче тӳлек кĕтес пур, çăлтăрлă пĕлĕт пур… Оля-Улька пур. Тĕнчере урăх нимĕн те çук. Виç-тăват кун каярах тĕнчере ннмле Оля та çукчĕ. Маня пурччĕ. Пасарлăялти Рамашпа çӳрекен хĕр. Тахăш вăхăтра тухса ӳкнĕ вăл каччă чĕринчен. Чăнах та, Маня пирки Рамаш пĕччен шухăшра та, Трашукпа калаçнă чух та — пĕрре те асăнмарĕ. Асăнмалах нимех те çук çав унта. Чиркӳ старости хĕрĕ, хăй те сарă çуртаран тунă пек: ӳчĕ-юнĕ çук тейĕн, сывлăш кăна. Маня çурта çути çеç вăл, Оля — хĕвел çути. Епле вара тĕнче Ольăсăр пулма пултарнă халиччен? Палашнă кун Илюша пирвайхи хут асăнчĕ унăн ятне. Пĕрре каланипех астуса юлчĕ каччă палламан хĕрĕн ятне те, хушаматне те. «Пӳрнĕ япала çапла тăруках, пĕрре асăннипех чĕрене кĕрсе ларать иккен, — тесе шухăшлать халь каччă ун пирки. — Юратрăм пулать. Хăй мана юратать-ши? Маня пек, пирвайхи каçах «юрататăп» тесе каламарĕ çав. Мĕн тĕрлĕ çын пулать иккен тĕнчере! Утас пулсан — пăлан пек утать, чупас пулсан — çил пек вĕçет, юратас пулсан — вут пек çунтарĕ. Анчах кама?.. Мĕнле пулчĕ-ха, ăçтан çак хĕвел килсе çутатрĕ ман пурнăçа?» Чăнах та, Рамаш чĕри тыткăна лекни мĕнрен пуçланса кайрĕ? Вырăс ачисемпе палашнă каç Рамаш Лешеккине кайма Трашука та чĕнчĕ. Килĕшмерĕ Трашук. Рамаша хăйне те кайма хушмарĕ, пурпĕрех сана унта Фальшинсем тӳпелеççĕ терĕ. «Кĕпер çук-ха, парома çĕрле çӳретмеççĕ, лерен епле таврăнăн?» — тесе те хăратса пăхрĕ. «Мĕне кирлĕ мана сирĕн паромăр? Шарлакпа çĕрле те каçма юрать пуль-ха!» — тавăрчĕ ăна Рамаш. Тĕрĕссипе каласан, Тук леш енчи вырăс ялне ял темелĕх те çук — пĕр вăрăм урам та темиçе пĕчĕк хушлăх çеç унта. Çапах пысăк Мар йывăç чиркĕве çавăнта, вырăс енне, килсе лартнă. Ялта пĕртен-пĕр урам пулсан та, çав ураман ячĕ пур: Сухоречка. Чăвашла вăл Типçырма пулать. Анчах кунта типĕ çырми те, йĕпе çырми те çук. Хула çывăхĕнче Сухоречка ятлă пысăк ял пур. Лешекки вырăсĕ çав ялтан куçса килнĕ, теççĕ. Урам ятне çавăнтан илсе килнĕ пулать ĕнтĕ. Сухоречка тени хăшпĕр чух ял ячĕ пекех илтĕнет. Чиркӳ вĕçĕнче пурăнакан пуянсем, ют енче пулсан: «Эпир сухоречкăсем», — теççĕ вара. Паромпа каçсан, Илюшăсен хушлăхне çитме питĕ инçе. Ял хушшисем çухрăм, тата çур çухрăм урампа тепĕр вĕçне çити каймалла. Çавна шутласа пăхрĕ те Рамаш, Лешеккине никам çӳремен çулпа каяс терĕ. Илюшăсен пӳрчĕ шарлак çывăхĕнчех. Вырăса кайма хатĕрленнĕ чух кăшт тумланкаларĕ каччă: чие тĕслĕ сатин кĕпи аркине брюки айне чиксе ячĕ, Чăпар галстук çакрĕ, пиншакне те илĕп терĕ — каç сулхăнĕпе тăхăнма кирлĕ пулать. Трашук ăна Пăрутапăрне çити ăсатса ярса, хăй Чугун авăрне çитсе, çуйăн вăлти ярса хăварас терĕ. Ял вĕçĕнче каччăсене Кĕтерипе Наçтук тĕл пулчĕç. Трашук вĕсенй курсанах пуçне чиксе малалла ĕрĕхрĕ. Рамаш алă çĕклесе хĕрсене саламларĕ. — Ăçта каятăр, салакайăксем? Пире те илсе кайăр, — куçне вылятса çăмах хушрĕ Кĕтери. — Çуйăн тытма каятпăр, çерçисем. Çук, çук, сире илсе каймастпăр. Телей кӳместĕр эсир Трашука, çавăнпа вăл тарчĕ сиртен. Тĕртсе каланă сăмаха Трашук тариăшăн айăпли мар, тепри сисрĕ. Пурпĕр Кĕтери хăй кăмăлсăрланнине палăртмарĕ, ним пулмаи пекех пакăлтатрĕ: — Упа пек вăлтасăр тытатăр-и вара çуйăнне? Пулăç хатĕрĕсене илмен-çке эсир. — Çуйăна мĕнле вăлтапа тытмаллине пĕлместĕр çав эсĕр, айвансем, — шăл йĕрсе тавăрчĕ Рамаш. Çак тĕлте Наçтук тутине пĕркелесе сăмах хушрĕ: — Эс илтмен-им вара, Кĕтери? Пасарлăял каччисем галстукпа çуйăн тытаççĕ, тет. Рамаша ун пек сăмахпа аптратаймăн: — Тĕп-тĕрĕсех, Наçтук. Галстукпа хыптарсан, сирĕн пысăкăш çуйăн лекет, — терĕ те, юлташĕ хыççăн чупрĕ. — Саншăнах чарăнса сăмах хушрăм вĕт. Мĕнле вара эс юратнă хĕртен курмассерен таратăн?! Капла ĕç тухаймасть сан, ача, — çĕтĕлчĕ Рамаш, _ юлташне хăваласа çитсен. Хĕремесленсе кайнă Трашук хирĕç ним те чĕнмерĕ. Шарлак тĕлне çитсен, йĕкĕтсем пĕрне-пĕри ăнăçлăх сунса уйрăлчĕç. Шыв урлă каçнă чух Рамаш пушмакне кăна мар, брюкине те хыврĕ — хăйĕн хитре тумне лӳчĕркесе пăсасран сыхланчĕ. Яла çитсен, пирĕн каччă, хайхи, Ольăпа Илюшăсăрах паллашрĕ. Илюшăпа Спирка чиркӳ вĕçие Рамаша кĕтсе илме кайнă — Рамаш паромпа каçса килет тенĕ ĕнтĕ вĕсем. Чугунов пӳртне тупма йывăр мар, вăл хушлăх вĕçĕнчен иккĕмĕш пӳртре, тăм пӳртре пурăнатăп, юнашар йывăç пӳртре Оля пурăнать тенĕччĕ. Акă çав йывăç пӳртрен икĕ хĕр тухрĕç. Аслă урам еннелле кайма хатĕрленнĕскерсем, Тук енчен çын килнине асăрхарĕç те чарăнса тăчĕç. Çынни, çултан пăрăнса, тӳрех тăм пӳрт еннелле утрĕ. Хĕрсем тĕлĕнсе пăхса тăраççĕ: çамрăк каччă, хула çынни. «Сан патна килмест-и ку? — терĕ пĕр хĕрĕ. — Юмахри пек: те пĕлĕтрен анчĕ, те шывран тухрĕ». — Шывран тухрĕ пулсан, шыври пулать вара, — хуравларĕ тепри. — Чугун авăрĕнчен тухса Илюшкăна шыраса килет пуль. Анчах каччи тăм пӳрте кĕмерĕ, сасартăк хĕрсем еннелле пăрăнчĕ. Оля (пĕри çавă пулнă), темçен хăраса ӳксе, юлташне малалла сĕтĕрчĕ. Каччи çав вăхăтра сăмах хушрĕ: — Тархасшăн, ан тарăр манран, ырă хĕрсем. Сирĕнпе паллашас тенĕшĕн ан çилленĕр ĕнтĕ, — çапла калаçнă вăхăтра хăй мала тухса хĕрсен çулне пӳлчĕ. — Эпĕ Роман Тайманов пулатăп. Хĕрсем Рома теççĕ, чăвашсем Рамаш тесе чĕнеççĕ. Эсир куршак е чугун теме те пултаратăр, кăмакана çеç ан чикĕр. Хĕрсем именсе ихĕлтетрĕç. Рамаш пĕрре пăхсах Олине палларĕ, çав самăнтрах тыткăна лекрĕ. Кун пек хӳхĕм хĕр халиччен курман вăл. Çавах чĕмсĕрленмерĕ. Чĕре вĕриленсен, тата хăюллăрах калаçать иккен каччă. — Ятăрсене каламастăр. Ан калăр. Каламасăр та пĕлетĕп. Эсир, — терĕ Рамаш, Ольăна куçран пăхса (хĕрĕсем «эсĕ» вырăнне «эсир» тесе калаçнине халиччен илтсех кайман), — Оля Чернышова пулатăр. Оля тĕлĕнсе кайрĕ, шăнкăртаттарса кулса ячĕ те, юлташне тĕртсе: — Каларăм вĕт сана, шыври тесе, — терĕ, унтан Рамаша куçран вăтанмасăр пăхрĕ: — Эс Тук шывĕнче авăрта пурăнаканни пулатăн-и вара? — Çук, шывра мар, вăрманта пурăнатăп. Арçури эп. — Апла пулсан, ман ята та кала-ха, — терĕ Оля акамĕ. — Сире тĕне кĕртнĕ чух пуп ӳсĕртерех пулнă. Сирĕн ятăра калама чĕлхе çаврăнаймасть… — Пĕлет вĕт, — кулса ячĕ Оля, — чăнахах арçури вăл, Христя. Эп хăратăп унран. — Эс каламан пулсан, пĕлместчĕ вăл ман ята. Ав çав каччăн ятне пĕлсен, вара чăнахах эс шыв урлă ура йĕпетмесĕр каçнине ĕненĕпĕр, — терĕ Христя. — Çав, кунталла килекенни-и? Чимĕр-ха, ячĕ лайăх курăнмасть, — тĕттĕм çĕрте Рамаш Филькăна тӳрех паллаймарĕ. — Ку каччă… ав, пăхăр-ха, çамки çине çырса хунă: Фи-ли-мон! Христя, айванскер, чăнах та хăраса ӳкрĕ. Оли хăравçă мар, ăспа та айван мар. «Ку йĕкĕт Фальшинсен е Медведевсен хăни пуль», — тесе шухăшларĕ вăл. Хăй, вĕри куçпа каччă чĕрине шăратса, куçран пăхрĕ. Рамаш: «Каçарăр, Оля, юрать-и?» — текелесе, Ольăна, сылтăм енчен тăрса, алăран çаклатса та илчĕ. Майра хĕремесленçе ӳкрĕ, анчах турткаланмарĕ. — Асту, Оля, шывй илсе каять вăл сана! Хăрамастăн-и? — кăшкăрчĕ Христя, пĕччен тăрса юлнăскер. Çак вăхăтра Филька, чупса пырса, хĕр çăварне аллипе хупларĕ. «Ан çухăр, ухмах. Рома лайăх ача, ман тус вăл», — терĕ. Унтан хăй те хĕре алăран çаклатрĕ те малти мăшăр хыççăн илсе кайрĕ. Утса пынă май вăл Рамашпа хăйсем мĕнле паллашни çинчен пăшăлтатса каласа пачĕ. «Ан тĕлĕнтер! — терĕ хĕрĕ. — Чăваш ачи вырăсла çапла шеп калаçать-и?» Унтан каллех хăраса ӳкрĕ: «Васька килсен çапăçу пулать вара!» Фальшин Васьки чăнахах та Ольăна шыранă. Акă вăл хушлăха килсе кĕчĕ. Пĕччен мар, Илюша каланă пек, виççĕн вĕсем. Хушлăх вĕçĕнчи мĕлкесене асăрхасан, виççĕшĕ те чарăнса тăчĕç. Ольăпа Рамаш никама та асăрхамаççĕ-ха. Фальшин тӳсеймерĕ, юлташĕсенчен кăштах уйрăлчĕ те: — Олька! Кил-ха кунта, сăмах пур, — тесе чĕнчĕ. Хĕр пырас пек туртăннăччĕ — Рамаш ăна алăран вĕçертсе ямарĕ. Пурте илтмеллех çапла каларĕ вăл: — Сирĕн каччăсем хĕрпе культурăллă калаçма вĕренмен пулас. Каччă сирĕнпе калаçас тесен, йĕрке тăрăх, малтан манран килсе ирĕк ыйтмалла. Кĕçĕрлĕхе сирĕн кавалер — эпĕ. Фальшин, çак сăмахсене илтсен, ним. тума аптрарĕ, Филька патне пычĕ те, пăшăлтатса: — Кам вăл? — тесе ыйтрĕ. Филька, хăй мĕнле хăравçă пулсан та, суйма никамран та хăрамасть, пĕр тытăнмасăр çаптарать: — Эс Романа пĕлместĕн-и! Офицер вăл, халь кăна хуларан килсе çитрĕ. Чугуновсен çывăх хурăнташĕ, Ольăна та кăшт хурăнташ пулать. Илюшкăна кĕтсе тăратпăр. Илюшкăн амăшĕ килте çук та, амăшне шырама кайнă вăл. Фальшин ĕненмĕччĕ, анчах лешĕ кавалерсен йĕркисем пирки каланине аса илчĕ те ĕненчĕ. «Офицерсемпех çыхланмасан та пырĕ. Килнĕ çын каять вăл. Ольăна хăйпе пĕрле илсе каймĕ-ха», — тесе шухăшларĕ. Вара юлташĕсене аслă урамалла ертсе кайрĕ. — Ну тыттартăн та эс, — терĕ Христя, Фальшинсем кайсан. — Сана ĕмĕрне те ĕненмелле мар иккен. Халап чăпти эс, Филька! Филька хăй мĕн халапланине халь хăй те ĕнене пуçларĕ. — Тупата туршăн хуларан килнĕ вăл. Илюшкăн хурăнташĕ. Офицер тени пирки каласан, халь офицерех мар-ха, юнкер çеç, анчах кĕçех офицер пулать… — Çитĕ ĕнтĕ, ан лапăртат. Сан пĕр сăмахна та ĕненме çук. Рома чăваш пулсан, ăçтан вăл Илюшкăн хурăнташĕ пулма пултарать? — терĕ Христя, каччине пӳлсе. Филька хăй те тĕлĕнсе ӳкрĕ. Çапах пĕр суйма тытăнсан, чарăнаймасть вара вăл, вĕçне çитеретех. Чăвашпа хурăнташ пирки ак епле каласа хучĕ: — Э, эс, айван, çавна та пĕлместĕн! Ара, Илюшкăн асламăшĕ чăваш пулнă вĕт, ăна Чугунсем Самлей ялĕнчен вăрласа килнĕ. — Çапла каланă хыççăн Филька чиркӳ вĕçнелле Илюшăсене систерме чупрĕ. Пĕччен юлнă хĕр аслă урам еннелле утрĕ вара. Оля Фальшин ним хирĕçмесĕрех пăрăнса кайнă хыççăн çак чăваш каччинчен пушшех тĕлĕне пуçларĕ. — Çук, эс чăваш мар. Ан кул манран. Мăшкăллатăн пулсан, çилленетĕп. Çилленсен вара… — Мĕн пулĕ вара, çилленсен? — хĕре куçран пăхса тĕпчет каччă. — Ним те пулмĕ. Эс мана урăх кураймăн, çав кăна. Кала-ха тĕрĕссипе: Медведевсен хăни мар-и? — Медведевсен тĕлне те пĕлместĕп. Каларăм вĕт еире эпĕ Трашук хăни тесе. Вырăсла вăл Троша пулать-ха, — чăвашла — Трашук. Хитререх мар-и? — Тражук, Тра-жук, Жук пулмасан, хитрехчĕ. Рамаш — хитререх, анчах вăл вырăсла пек илтĕнет, — терĕ хĕр. — Ман ят мĕнле пулать чăвашла? — Ытарайми хитре. Улька пулать. — Ульга. Ульга. Уль-га, — темиçе хут та каларĕ хĕр. Калать те хăйĕн сассине хăй тăнласа итлет. — Хитре. Вĕрент мана чăвашла калаçма, вара эс чăвашне ĕненĕп. Асту, ан ултала тульккă. Виçĕ сăмах эпĕ хам та чăвашла пĕлетĕп. — Мĕнле сăмахсем? — «Ухмах… » — Лешсене каламасăрах пĕлетĕп: «ни сана, ни мана». Хĕрпе каччă иккĕш те кулса ячĕç. Акă вĕсем Тук хĕррине çитсе тăчĕç. Рамаш пиншакне хывса курăк çине сарчĕ. «Ларăр çакăнта, чăвашла калаçма вĕрентем эппин», — терĕ вăл. Хĕр турткаланса тăмарĕ. Каччă пиншакĕ çине те лармарĕ, ăна тирпейлĕн чĕркесе курăк çине хучĕ те хăй çĕрех урисене тăсса ларчĕ. — Юрĕ. Вĕрент, арçури. Анчах вăрман чĕлхине вĕренейĕп-ши эп? Каччă хĕр умне чĕркуçленнĕччĕ. Оля каллех унăн тумĕ пирки пăшăрханчĕ: — Ак тата! Халь брюкине лӳчĕркесшĕн. Арçын ача мар-и! Çук ĕнтĕ, епле якалса килтĕн кунта, çаплипех таврăнăн. Кĕçĕрлĕхе, паçăр ху каларăшле, ман кавалер пултăн-тăк, юнашарах лар вара. Çапла каларĕ те хĕр, сараппанăн шалпар аркине туртса курăк çине сарчĕ. Каччă хĕр çумне сĕвĕнчĕ вара… Çапла паллашрĕç вĕсем пирвайхи каç. Каçĕ ирччен пычĕ. Шурăмпуç палăрсан тин хĕр киле таврăнма васкарĕ. «Анне Таллă ялне кайнăччĕ, ман ĕне суса кĕтĕве ăсатмалла», — терĕ. Хăçан мĕн пулнине Рамаш путлĕ астуса та çитереймест. Мĕн пулни пĕтĕмпех пĕр каç пулнă пек туйăнать ăна. Апла мар çав. Пуласса пурте йĕркипех пулса пынă-ха. Пирвайхи каç каччă хĕре чăвашла калаçма вĕрентрĕ. Тата Фальшин пирки те асăнчĕ Рамаш. Илюша ăна шăхăрма хушни çинчен каласа пачĕ. Хĕр çав каçах хăйĕн ялти каччи пирки калаçма именчĕ, сăмаха урăх еннелле пăрса яма тăрăшрĕ: — Мана та шăхăрма вĕрент-ха, Рома, — терĕ ачаш сасăпа. Унтан… Çук, ку тепĕр каç пулчĕ-çке е виççĕмĕш каç-и? Виççĕмĕш пуль, çĕркаç… Пĕр-пĕрне ытларах иленсе çите пуçланăччĕ вĕсем ун чух. Рамаш Фалыпин пирки кăшт кĕвĕçерех калаçрĕ, Ольăна унпа çӳренĕшĕн тăрăхланă пек пулчĕ. Çавăн чух хĕр калаçрĕ те вара! Хĕр сăмахĕсене каччă нихçан та манас çук. Вĕсем Рамаш хăлхинче халĕ те янăраççĕ. — Эх, Рома, Рома! — терĕ ун чух Оля. — Эс чăнахах шыври е арçури пулас. Калаçма ăста эс, анчах ăстăну пиçсе çитмен пулмалла. Каччă кая юлса çитĕнет, хĕр пек мар. Сирĕншĕн — вăйă, пирĕншĕн е савăнăç, е хуйхă. Качча юратма васкамастпăр эпир. Юратнинчен юратманни лайăхрах та пуль. Калама та кирлĕ марччĕ сана, анчах темшĕн санпа чĕре уçса калаçас килет. Ырă кăмăллă çын пек туйăнатăн эс мана. Итле. Кулсан — кулăн, кулмасан — çын пулăн. Сирĕн, каччăсен, çĕр шухăш, пирĕн — пĕр шухăш, качча тухас шухăш. Тен, эп чăнахах Фальшин килне кайса пуçа чикĕп… Юратмасăрах… Халĕ, пĕлетĕн, кашни ялтах хĕрсем ватăлса ларчĕç. Вĕсен каччисем вăрçăра пуçĕсене хунă. Пиртен аслăраххисем такама та качча кайма хатĕр. Çавăнпа эпир те тиркешместпĕр, юрату килсе юна пăлхатасса кĕтсе тăмастпăр. Ялта кăмăла каякан каччă тупăнмарĕ маншăн. Илюшăна юратма пултарăттăм — çывăх хурăнташ вăл. Пупĕ те венчет тăвас çук. Тата тепĕр сăлтав пур: пĕр сăнлă эпнр. Вăл та сарă, эп те сарă. Сан пек хăмăр куç пулсан, пупран ыйтса тăмăттăм. Эх, Рома, Рома! Чăваш хĕрĕсем мĕнле юратаççĕ-тĕр — пĕлместĕп. Вырăс хĕрĕ ĕмĕрне пĕрре юратать. Юратсан вара, никамран та вăтанмасть, савни хыççăн тĕнче хĕррине кайма хатĕр, тамăкран та хăрамасть… Оля пӳрнисем чĕтре пуçларĕç. Те лăпланасшăн пулса, калаçнă май вăл икĕ хулăн çивĕтне сӳтсе ячĕ, унăн кăпăш çӳçĕ ăнсăртран Рамаш питне сĕртĕнсе кăтăкласа илчĕ. Шухă каччă халь ĕнтĕ шухă мар. Юрланă пек калаçакан хĕр сассине сывлăш çавăрмасăр итлет вăл, хитре юмаха пӳлесрен хăрать. Калаçтăр, тата калаçтăр. Анчах акă хĕр сасартăк калаçма чарăнчĕ. Вара тин каччă пуçне çĕклерĕ. Халь мĕн чухлĕ куçран пăхсан та, куçĕсем иккĕшĕн те хăмăр. Çӳç тĕсĕ те палăрмасть — тĕттĕм. Каччă ним тума пĕлмен енне сӳтĕлнĕ çивĕтсемпе выля пуçларĕ. — Халь ман арçури пулас килмест, — терĕ вăл йăвашланнă сасăпа, — шыв хĕрринче сана шывран тухасса кĕтсе ларакан каччă пулас килет. Эс вара шăп юмахри пек вутăш пулăттăн. Сассине чĕнкĕлтеттерсе кулса ячĕ хĕр. — Эх, Рома, Рома, — терĕ вăл каллех, — вăхăт çитмесĕр никамăн та ун пек вутăш пулас килмест çав. Вăхăт çитсен… Çапла каларĕ те хĕр, тӳрленсе ларса, çурма саспа шăппăн юрласа ячĕ: Сухой бы я корочкой питалась, Холодну воду бы пила. Тобой бы, мой милый, наслаждалась И тем довольна я была… Юрланă май хăй çӳçне çĕнĕрен çивĕтлерĕ. Ерипен-ерипен шурăмпуç палăрса килчĕ, таврара сĕмленсе ларакан япаласем уçăмлăрах курăна пуçларĕç, вара Оля ура çине тăчĕ. — Рома! — терĕ вăл кăкăртан тухакан сасăпа. — Иксĕмĕр темиçе каç çĕрĕпе улах вырăнта ирттертĕмĕр, çемçе курăк çинче паянхи пекех шурăмпуç палăриччен лартăмăр. Эс сĕмсĕрленмерĕн, ытлашши калаçмарăн та, шухă каччă. Ялти хĕрсем те чечен кăмăла туйма пĕлеççĕ. Эпĕ сана çавăншăн юрă юрласа патăм. Чĕре юррине юрларăм. Паян та, каç пулсан, кĕт мана çакăнта. Кĕт!.. Хĕр ял еннелле вăркăнчĕ. Те çил çунатти, те хĕр тути каччă тутине пырса сĕртĕнчĕ, лайăх туйса илеймерĕ Рамаш. Пĕр саманурах хĕрĕ те куçран çухалчĕ, çилĕ те лăпланчĕ. Каччă чĕри кăна кĕрлесе юлчĕ. Ылтăн пулă Виçĕ каç виçĕ ĕмĕре тăсăлса, виçĕ самант пек вĕлт-вĕлт иртсе кайрĕ. Виçĕ çăлтăр сӳнмерĕ-и тӳпере, вйçĕ хĕвел çутатмарĕ-и тĕнчене! Лăпкă та тӳлек, юна вĕрилентерекен, чуна çӳçентерекен каçсем. Никам чăрмав тумарĕ икĕ чĕвĕлти чуна. «Илюша шарламасть-ха», — шухăшлать Рамаш; «Васька курăнмасть-ха», — тĕлĕнет Оля. Илюша çапах та шарламасăр тек тӳсеймерĕ. Çĕркаç вăл Рамаша шарлак патĕнче кĕтсе илчĕ. — Капла эпир нихçан та çывăхрах паллашаймастпăр, — терĕ вăл. — Эсĕ ĕç пирки те манса кайнă. Кăнтăрла ман пата кил эппин. Трашука та илсе кил. Эс кайсан, туслăх йĕрĕ юлтăр пирĕн енче те. Çапла каларĕ те Илюша Оля çывхарнине асăрхарĕ, хĕрпе качча чăрмантарас мар тесе, аяккалла пăрăнса куçран çухалчĕ. Пуçтах та чăркăш йĕкĕт çапла вашават хăт-ланни Рамаша шухăшлаттарчĕ: «Чăнах та! Кӳрентерес марччĕ çĕнĕ туссене». Пĕркун Трашук çуйăн тытаймарĕ. Кĕçĕр Рамаш хăй çуйăн вăлтине ярса хăварас терĕ. Ыран Лешеккинчи юлташсем патне кайса туслăх шӳрпи пĕçерес. Трашука тул çутăлнă çĕре Пăрутапăрне пулăç хатĕрĕсене илсе пыма хушрĕ, «Çуйăнне, тен, тытаймăпăр та, çапах пĕр хуран шӳрпелĕх тĕрлĕ пулă тытатпăрах», — терĕ. Тăваттăмĕш каç та çаплах пулчĕ: çĕр иртсе кайни сисĕнмерĕ. Ене сума вăхăт çитсен, Оля каллех кайма хатĕрленчĕ, анчах паян, кĕтме хушса, кăшт урăхларах каларĕ: — Кĕт мана, эпĕ кайса ĕне суса килем. Манăн та çуйăн тытнине курас килет. Кĕт! — терĕ. Ольăна кĕтсе, каччă Тук хĕррипе уткаласа çӳрерĕ. «Епле улах кĕтес, илемлĕ, лăпкă, ырă вырăн çакăнта! — шухăшларĕ Рамаш. — Вăрман, улăх, юханшыв! Юнашарах — кил-çуртсем, ял пуçланса каять. Çавах, каç пулсан, кунта çын килсе çӳремест. Вырăс чăваш пек мар. Вăрман çумне, шыв хĕррине пырса çыпăçасшăн пит хыпăнмасть. Пĕлет хăйĕн пĕртен-пĕр аслă урамне. Хĕрсем-каччăсем кăнтăрла та, каçхине те урамран хăпаймаççĕ, хуралла е лапталла выляс тесен те — урамрах выляççĕ. Каçхине хĕрпе каччă пĕр-пĕр йăмра айне кайса пытанмаççĕ — çынсен куçĕ умĕнчех ыталашса урам тăрăх çӳреççĕ е урамра пĕр-пĕр пушă кăрман ăшне кĕрсе лараççĕ. Пач вăтанмаççĕ». Акă Оля килсе çитрĕ те. Рамаш çумне шăппăн пырса тăчĕ. Çутăлнă. Тӳлек ир. Иккĕш те пĕрне-пĕри куçран вăтанса пăхрĕç. Каччă куçĕ чăнахах хăмăр, хĕршĕн чие тĕслĕ курăнать. Хĕр куçĕ кăвак, каччăшăн пĕлĕт тĕслĕ курăнать. Тул çутăлсан, каçхи пек мар. Чĕре сасси уççăнах илтĕнмест. Шăппăн тăма ырă мар, калаçма сăмах тупăнмасть. — Атя, Тражук киличчен шыв урлă каçар эппин, — терĕ хĕр, чĕмсĕрленнĕ йĕкĕте алăран çавăтса. Рамашĕ те «атя» тесех хĕрпе юнашар утрĕ. Хăй шухăшлать: «Хĕре йăтса каçарас пулать. Хам çаплипех, пушмакпа брюкине хывмасăрах каçăп». Шыв хĕррине çитсен, каччă хĕре чăиах та йăтма хăтланчĕ. Хĕр кулма тытăнчĕ: — Эсĕ, каччăм, мана сăмса таран кăна вĕт! Йăтаймăн е шыва ӳкерĕн. Эпĕ, авă, курмастăн-им, пушмака юриех хывса хăвартам, халь ĕнтĕ хăвна йăтса каçатăп! Рамаш сиссе те юлаймарĕ, хир ĕни пек пиçĕ те вăйлă хĕр ăна çавăрса та тытрĕ, пĕчĕк ачана йăтнă пек çĕклерĕ. — Тыт мăйран, ăслă ача пул, аялалла ан пăх! — Рамаш куçне хупса хĕре мăйран ыталарĕ. Оля шыва кĕрес умĕн хăрах аллипе юбка аркине çĕклерĕ, аркă вĕçне ниçта чикме аптранипе ăна Рамаша тыттарчĕ. «Тыт, вĕçертсе ярсан, хăвна шыва пăрахăп», — терĕ те шыв урлă каçа пуçларĕ. Шыв варрине çитсен, хĕр чарăнса тăчĕ. — Шыва пăрахас мар-и сана, пĕрех хут. Кунтан кайсан, йăлтах манатăн вĕт çакна. Хăçан каятăн, кала? Рамаш куçне уçрĕ. Хĕр çаплипех шыв варрйнче каччине йăтса тăрать, пуçне кăшт пĕшкĕртнĕ. Икĕ мăшăр куç пĕрне-пĕри тĕл пулчĕç. Çав куçсем халь иккĕшин те пĕр тĕслĕ — çăлтăр тĕслĕ… — Ну, юрĕ, ан кала. Хуп каллех куçна… Хĕрпе каччă Тук урлă каçнă çĕре Трашук та килсе çитрĕ. Рамаш хăйĕн хĕрĕпе паллаштарчĕ ăна. Çук, çуйăн Рамаш янă вăлтана та хыпман. Каччă хытă кăмăлсăрланчĕ. — Араскал çук пирĕн, Рома, çавăнпа çуйăн лекмен, — терĕ Оля та, тутине мăкăртса. — Араскал енне кайсан, — хавхаланчĕ Рамаш, — çуйăн мар-тăк, çăрттан тытатăпах. Çуйăн вăлтине янă чух ăраскал пирки шухăшласа хуман эпĕ. Халь шухăшласах хыптарап ĕнтĕ. Сана пĕччен хăварнăшăн каçар, Оля. Тунсăхласан, киле кай. Эпир кайран Трашукпа Илюша патне пыратпăр. — Пысăк пулă тыт, Рома, пысăк ăраскал пултăр! Эп Тикĕтпуссине кĕрсе, чечек пухса таврăниччен ăраскалăра шыраса пăхăр-ха, — терĕ те Оля, вăрмана кĕрсе кайрĕ. — Çуйăна шанса туслăх шӳрписĕр юлас марччĕ. Атя-ха, пикенсех тытар, — терĕ Рамаш, хĕр кайсан. — Эсĕ, Трашук, хальччен çуйăн тытса курнă-и? — Курман çав. — Эпĕ те курман. Тен, вăлтана тирмелли чăх чĕппине ăшалама кирлĕ марччĕ пуль? — Шуйттан пĕлет-и? Эп сана шантăм. Эс пур ĕçе те манран лайăхрах пĕлетĕн терĕм. Ĕлĕм-Чĕлĕм мучине кайса тĕпчемеллеччĕ пирĕн. — Мĕнле, кăмăла каять-и сана Оля? — ыйтрĕ Рамаш, ларсан-ларсан. — Чиперскер, — терĕ Трашук, — ытла та чипер. Пăхма та вăтанмалла ун çине… Иккĕшĕ те шăпланчĕç. Рамаш икĕ вăлтапа ларать. Пысăкрах вăлтине тарăирах ячĕ вăл — шултра пулă валли, пĕчĕкрех вăлтипе хĕрлĕ куç ытларах тытас терĕ. Трашук пĕр вăлтапа юлташĕнчен кăшт аяккарах кайса ларчĕ. Оля çак вăхăтра пĕр çĕклем чечек татса килчĕ те çыран айне анмасăр çӳлте чечек кăшăлĕ тума ларчĕ. Çав вăхăтра ту хыçĕнчен хĕвел ялкăшса çĕкленчĕ. Хĕвел тухнине çыран айĕнчи каччăсем сисмеççĕ-ха. Акă Оля пуçне чечекпе кăшăлларĕ. Эх, Рома, çаврăнса пăхсамччĕ! Сан хĕрӳ венчет кăшăлĕ тăхăнчĕ вĕт! Çук, Рамаш çаврăнса пăхмарĕ. Аçта унта! Тарăн янă вăлтана çуйăн лекнĕ пек туйăнчĕ ăна. Ерипен турта пуçларĕ вăлта хĕлĕхне. Вăлтана ăман çеç тирнине маннă пулас. — Трашук, çуйăн лекрĕ… Пĕчĕк ăпта ăçта? — çухăрса ячĕ Рамаш. Эх, вăлта хĕлĕхĕ ытла çинçе, татăлса кайма пултарать. Акă ăшăхрах çĕре туртса çитерчĕ… Пуллин çурăмĕ те курăнкалать. Çуйăн пекех хура. Пĕчĕк вăлтана епле лекнĕ-ха вăл? Трашук атма йăтса чĕркуççи таран шыва кĕчĕ. Рамаш пулла çӳретсе ывăнтарсан, Трашук ăптине ăнăçлăрах маилаштарчĕ те хытă сулăнса чăнах та чылай пысăк пулă туртса кăларчĕ. — Ылтăн пулă, ылтăн пулă! Ылтăн ăраскал пирĕн, Рамаш! — ташланă пек тĕпĕртетрĕ çыран айне сиксе аннă Оля. — Халиччен Тукра хура пулă тытнине курманччĕ, — терĕ Трашук, тĕлĕнсе. — Юплĕ кӳлĕрен сана шыраса килнĕ вăл. Эс çавăнта хура пулă тытма каясшăнччĕ вĕт. Пăх-ха, пĕр виçĕ кĕрепенккĕ пулăть! Ултă çиплĕ хĕлехе йпле татман-ха вăл… Чăнахах ăраскал тейĕн. Хура пулă ятне чăвашларан вырăсла куçарса парсан, килĕшмерĕ Оля. «Хура пулă мар, ылтăи пулă, ылтăн ăраскал. Шухăшласа хунă ăраскал!» — урăх сăмах пĕлмесĕр чĕвĕлтетрĕ чечек кăшăлĕ тăхăннă хĕр. Кăшăлне Трашук Рамашран маларах асăрхарĕ. «Араскалне чăнахах тупрăн иккен», — терĕ вăл чăвашла, юлташне тĕртсе. Тата икĕ пĕчĕк çăрттан, тăват-пилĕк уланкă, темиçе хĕрлĕкуç тытрĕç пулăçăсем. Хĕр пĕчĕк ача пек савăннине курсан, Рамаш: — Оля, ылтăн пуллине ăшаласа çиер эппин, — терĕ. — Çуйăнран та тутлă вăл, сысна çури пекех мăнтăр та çуллă. Вĕтĕреххисенчен шӳрпе пĕçерĕпĕр. — Çук, çук, Трашук амăшĕпе асламăш валли илсе кайăр. Карчăксене шăл çемми пулать, — килĕшмерĕ Оля. — Карчăксем валли тата тытатпăр эпир. Ку пирĕн ăраскал терĕн вĕт. Хамăр ăраскала ваттисене парăпăр-и? Çамрăксем пурте пухăнса, Илюша патĕнче туслăх шӳрпи сыпăпăр. — Апла-тăк, эп халь каятăп. Кăшт тăрсан, эсир пулă йăтса пырăр. Тульккă эп шыв урлă каçиччен вырăнтан ан хускалăр. Каçсанах, эс вĕрентнĕ пек, пӳрнене çăвара чиксе шăхăрăп. — Кăшăлна ан хыв, — терĕ Рамаш, халь тин хĕр илемне асăрханăскер. — Пуп хушсан та хывмастăп, — кулса ячĕ хĕр, унтан пăлан пек çăмăллăн чупса çыран тăррине хăпарчĕ те вăрмана кĕрсе çухалчĕ. Рăмаш Ольăпа калаçнă чух малтанхи пек «Эсир» тесе лăпăртатмасть ĕнтĕ. Хĕр ăна пирвайхи каçах «культурăллă» калаçма пăрахтарчĕ, малтан «Эпир» текелесе пăхрĕ — витереймерĕ. Çилленсе пăрахсан тин витерчĕ. Туслăх шӳрпи шеп пулса иртрĕ. Пулă тасатнă чух кăна Ольăпа Филька кăшт хирĕçсе илчĕç. «Кăтарт-ха ылтăн пуллуна», — терĕ Фильки пырса кĕнĕ майăнах. Пуллине курчĕ те тутине пăрчĕ: «Фи, эп чăнахах ылтăн пулă тесе… Линек ку, ылтăн пулă мар». «Эс ху линек, пăрăн кунтан часрах», — терĕ те Оли чăрмантаракан йĕкĕте питрен пулă хӳрипе çат! тутарчĕ. Илюша савăннипе вырăн тупаймасть. Ак ăçта ĕмĕрлĕх туссем тупăнчĕç. Шалти пӳртре вăл чăваш тусĕсемпе калаçкалать те, тулти пӳрте тухса, хĕрсене чăрмантаркалать, Ольăна айăкран тĕксе, куçне хĕссе илет. Ана та пулă çупки лекрĕ. Христя акамĕ тавра тапăртатать, Рамаш пирки калаçтарасшăн ăна. Анчах лешĕ калаçасшăнах мар, йăл-йăл кулса илет кăна… Акă пурте сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç. Илюша амăшĕ те çамрăксемпе хутшăнчĕ. — Эх, Фальшин Васькине чĕнтермеллеччĕ, — терĕ вăл, ӳкĕнсе. — Староста ывăлĕ вĕт. Ольăн каччи пулать тата. Çамрăксем кĕр! кулса ячĕç. — Ан пăшăрхан, тетя Маша, Васька валли хура пулă шăммипе хӳрине хăварăпăр эпир, — терĕ Спирка, татах çынсене култарса. Кунĕпе тенĕ пекех çуйăхрĕç çамрăксем. Шăп ĕçрен пу-шă вăхăт халь. Утă çине тухиччен ял çыннисем нимех те тумаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Мăрзабай та Трашука Рамаш кайиччен ĕçлеттерместĕп терĕ. Çапах та Трашукĕ кăнтăр-ла еннелле килелле васкарĕ. Юлташĕ «йĕркерен тухнине» тахçанах ăнланнă ачи, çавăнпа ăна пĕрле кайма хистемерĕ те. Илюши Рамаша пурпĕрех яман пулĕччĕ. Пурте саланса пĕтсен, Рамашпа Илюша улăм витнĕ аслăк сулхăнĕнче нумай вăхăт пăшăлтатса ларчĕç. Хальхинче Рамаш «ĕç» пирки те асăнма манмарĕ. — Старшинана тепĕр хут сăмах майăн тĕпчекелерĕм. Айăплă мар пулать вăл. Фальшин килкартине вăхăтра ĕлкĕреймен. Хытă ӳкĕнет халь мĕскĕн çыннăн тахçанхи чирĕ пирки асăннăшăн. Мăрзабая хам пĕлсех каймастăп, анчах шăнас килет. Усал çын мар. Ман атте хисеплетчĕ ăна… Рамаш ашшĕне асăннă хыççăн Илюша, юлташне пӳлсе: — Халь эп сан аçуна лайăх астурăм, — терĕ. — Чиркĕве Юрлама çӳренĕ чух курнăччĕ. Сарă сухаллă хитре çын. Халь курсан та паллăттăм эп ăна. — Эс мар, эп хам та тăруках паллаймарăм ăна, — кулса ячĕ Рамаш. — Сарă хитре сухалне хырнă та çап-çамрăк çын пек курăнать вăл халь. Тем пирки те калаçрĕç паян варлă туссем. Унтан Илюша юлташне каçчен ешĕл курăк çулса тултарнă урапа çине выртса канма хушрĕ. Фальшин Васькин юлташĕ таçтан тĕрĕс хыпар илсе килнĕ: нимĕнле офицер та Чугуновсем патне килмен. Оля темиçе каç çĕрĕпех чăваш ачипе çӳренĕ. Кĕçĕр те вĕсем Тук хĕррине иккĕш тухаççĕ пулмалла. Виççĕн канаш тытрĕç: Илюша хăйĕн юлташĕсемпе вăйăран таврăнса çывăрса каясса кĕтмелле те чăваш ачине шыва сиктермелле. … Рамашпа Оля Тук çыранĕ хĕрринче курăк çинче ларатчĕç, вĕтĕ хăмăш юррине итлетчĕç. Сасартăк виçĕ енчен виçĕ мĕлке килсе тухрĕç. Шăппăн çывхарчĕç. Васьки, йăнăш ан пултăр тесе, ларакан çынсем патне ыттисенчен çывăхарах пычĕ. — Çавă! — терĕ вара. — Эс, чăваш чĕппи, кунта вырăс хĕрне вăрлама килнĕ, теççĕ. Çул кăтартса парас пуль сана. Тытăр, ачасем, шыва кĕртер Оля каччине! Рамаш Васька пирки Илюша малтанах асăрхаттарса хунине манман-ха. Кĕçĕр чĕлхепе кăна мар, чышкăпа та ĕçлеме тивет иккен. йĕкĕт ал-ури шăнăрĕсене тăмра хĕлĕхне ĕнернĕ пек хытарчĕ. «Маларах сиссе ура çине тăраймарăм», — çиçрĕ шухăш. Алли-ури шухăшран та хăвăрт хуçкаланчĕç. Васька «тытăр» тесе кăшкăрсанах Рамаш вĕçерсе янă пружина пек сиксе тăчĕ те вырăс ачине ура хурса çĕре патлаттарчĕ, теприне пĕрре чышсах чикелентерчĕ. Виççĕмĕшĕ, апла пуласса кĕтменскер, аяккалла сикрĕ. — Шăхăр, Рамаш, шăхăр! — кăшкăрашрĕ çав вăхăтра Оля. Анчах Рамашĕ — те илтмест, те юриех илтесшĕн мар — шăхăрмасть те шăхăрмасть. Вăл, тигр пек сике-сике, тăма пикенекен ачасене чыша-чыша ӳкерет. Оля вара хăй шăхăрма шутларĕ. Хытă пăлханнипе сывлăшĕ пӳлĕннĕ пуль çав — йĕркеллĕ шăхăраймарĕ вăл, çапах та шилетнĕ сасă каçхи шăплăхра самаях лайăх илтĕнчĕ. Илюша тĕлĕре пуçланăччĕ. Тук енчен ăна. такам шăхăрнă пек илтĕнчĕ. Рамаш капла шăхăрас çук. Рамаш шăхăрни ял тепĕр вĕçĕнче илтĕнĕ. Çапах та лупас çинче выртакан ача хăпăл-хапăл çĕре сиксе анчĕ те Тук еннелле вăркăнчĕ. Тахăш самантра виççĕш те ура çине тăрса ĕлкĕрнĕ. Халь Рамаш вĕсем хушшинче вĕшле йытăсем хупăрланă выçă хыткан кашкăр пек йĕри-тавра çаврăнкаласа сиккелет. Оля тавçăрса илчĕ: Рамаш ураран ӳкиччен парăнмĕ, анчах ӳксен, виççĕн пĕр çынна çĕнтереççех. Вара хĕр Рамаш тăшманĕсенчен пĕрне мăйран пырса уртăнчĕ. Вырăс каччи ку хĕрпе ним тума аптрарĕ, ăна ытлашши ыраттармасăр айккинелле тĕртсе сирпĕтме тăрăшрĕ. Пĕри, Кăшт аяккалла пăрăнни, Рамаша сывлăш çавăрма май йачĕ. Çавах иккĕн-ха вĕсем. Васьки Рамашран çӳллĕрех те тĕреклĕрех, тепри Рамаш пек хыткан. Рамаш пĕр аяккалла, пĕр малалла сикет, тĕл лектерекен чышкипе чышать те чышать тăшманĕсене. Ак хăйне те Фалынин пуçран-куçран самаях лектерчĕ-ха. Вара Пасарлăял паттăрĕ тинех çилленсе çитрĕ. Черкес вĕрентнĕ мелпе вăл Васькине аяк пĕрчи айĕнчен, аялтан çӳлелле, пĕр шеллемесĕр хытă чышса илчĕ. Васька çавăнтах ăшне тытса тĕшĕрĕлсе анчĕ. Çав вăхăтра Илюша та чупса çитрĕ. Ана курсанах, Фальшин юлташĕсем иккĕшĕ икĕ ениелле сирпĕнчĕç. Илюша чупнă çĕртен чарăнмасăрах ура çине тăра пуçланă Васькăна каллех персе антарчĕ. Фальшин, хăй пĕччен юлнине курсан, йытă пек йынăшса йăлăнчĕ: — Çитĕ ĕнтĕ. Иккĕн пĕр çынна тӳпелеме намăс мар-и сире?.. — Э-э, халь шутлама пĕлекен пултăн. Виççĕн пĕр çынна тапăннă чух виççĕччен шутлама та пĕлместĕнччĕ, — терĕ те Илюша, ăна çĕнĕрен кӳпкеме пуçларĕ. — Пуçран ан çап, пуçран ан çап, паллă ан ту! — кăшкăрать староста ывăлĕ. — Кăшт паллă туса ярар-ха. Пурте курччăр. Чухăн вĕçне ан çӳре, пуян каччă! Чиркӳ вĕçĕнчех пуян хĕрне кĕтсе лар!.. — Çитĕ, — терĕ Рамаш, тăшманне шеллесе. — Выртакана чышмаççĕ пирĕн енче. — Сана ураран ӳкернĕ пулсан, апла шутламĕччĕç ку шакалсем. Юрĕ ĕнтĕ, чăнах та çитĕ. Ансăртран вилсе кайĕ тата. Тăр, услап, йăралан килнелле. Оля каччине спаççипă кала. Вăл мана чарман пулсан, чунна кăлараттăм. Фальшин куçран çухалсан, Илюша та лăпланчĕ. — Эс темле ху пек шеп шăхăрмарăн паян, Рома. Ма апла пулчĕ? — ыйтрĕ вăл. — Эп шăхăрман-çке? — терĕ Рамаш, тĕлĕнсе (тытăçу вăхăтĕнче Оля шăхăрнине илтмен вăл). — Кам шăхăрчĕ вара? Шăхăрнине тĕлĕкре илтсе кунта чупса килтĕм-и эп? Оля вара тинех кулса ячĕ те хăй шăхăрнине каларĕ. — Ну, Рома, чăнахах та лайăх тус тупрăн эс, Ольăн пиччĕшĕ пулса, пехиллетĕп сире. Çӳрĕр, юратăр пĕрне-пĕри. Тен, чăвашсемпе те хурăнташланăпăр вара. Халь сана, Рома, пирĕн ялти пĕр ача та пӳрнепе пырса тĕкĕнмĕ. Хăвах вĕрентрĕн вĕсене. Хула çывăхĕнчи Сухоречкăна çитиех сăмах сарăлать ĕнтĕ! Çапла каларĕ те Илюша кил еннелле васкамасăр утрĕ. Хĕрпе каччă каллех иккĕш тăрса юлчĕç. — Ман çамкана та пĕр мăкăль лартрĕç-ха весем, — терĕ каччă, çамкине хыпашласа. Оля ун çумне пырса тăчĕ, хăйĕн ачаш пӳрнисемпе мăкăльне хыпашласа пăхрĕ… Каччă кулса ячĕ. — Мĕн пулчĕ сана?! Манран кулмастăн-и? — аптрарĕ хĕр. — Çук, санран мар, хамран кулатăп, — терĕ Рамаш. — Эпĕ тискер кайăксен пурнăçĕ çинчен кĕнеке нумай вуланă. Паян эпĕ те амашăн тулашакам тискер кайăк пек, кашкăр пек пултăм. Çапăçрăм. Çĕнтертĕм. Халь эсĕ ман кĕрешӳ парни ĕнтĕ. — Ман уншăн сана чуптăвас-и? Çавна каласшăн-и эс? Юрĕ, эппин, хамах сана малтан чуптăвам, — терĕ те Оля йĕкĕте мăйран ыталаса илчĕ, вара малтан мăкăль тухнă вырăна, кайран тутаранах ачашшăн чуптурĕ. … Мĕнле вăрман ку: Чӳккукри-и, Тикĕтпусси-и е Урлăвăрман-и? Урлăвăрман юманлăхне çитнĕ иккен хĕрпе каччă. Кам, мĕн шутпа илсе килнĕ вĕсене çакăнта: арçури аташтарса килнĕ-и, çăтмахри çĕлен çул кăтартса панă-и? Хăйсенчен ыйтсан, пĕри те калаймĕ: каччи те пуçне çухатнă, хĕрĕ те юрату хĕвелĕ хĕртсе пăхнипе çемçелсе кайнă. Юн вĕрет, ăстăн çаврăнать, чĕре ялкăшать, чĕтрекен алăсем çĕлен пек явăнкалаççĕ, куç хупăнать, вĕриленсе кайнă каччă тути хĕр тутине тĕттĕмре шырать… Халь каччă ура тăсса ларнă. Пиншакне юнашар сарнă. Хĕр пиншак çине выртнă, пуçĕ каччă кăкăрĕ çинче. Хĕвел ĕнтĕ чылай çӳле хăпарнă, çулçăсем урлă кармашса çупăрлать пĕрне-пĕри савса савăнакан чунсене. Хĕр, куçне хупса, тĕлĕрсе кайнă пек выртать. Пăхать, пăхать Рамаш хĕр çине, пăхать-пăхать те — чĕтренсе вăтанса каять… йĕри-тавра шăпчăксем юрлаççĕ, куккук авăтать, улатăпа кĕвиклетет, ылтăн сăвăслан сĕрлет. Пурте пĕр юрă юрлаççĕ вĕсем — юрату юрри. Юрлăр, хĕрпе каччă, эсир те юрату юррине. Сирĕн вăхăт çитрĕ. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть вăл, ĕмĕрлĕхе иртсе каять. Питрав иртсен, куккук та авăтмасть. Юрлăр, хĕрпе каччă, халь сирĕн вăхăт… Кайран, тăна кĕрсе ура çине тăрсан, хĕр йĕкĕте тепĕр хут мăйран явăкларĕ. — Ак епле пулчĕ пирĕн венчет, — терĕ салхуллăраххăн. — Мĕн пулнишĕн ӳкĕнместĕп. Пурпĕрех сансăр пурнăç çук маншăн. Емĕр çак куна асăнса савăнăп… е макăрăп. Хăй çавăнтах макăрса ячĕ… Вырăс çимĕкĕ Ак çимĕк те çитрĕ ĕнтĕ — чечек уявĕ, çуркуннехи çанталăкăн пуç кăшăлĕ. Елĕкрех чăвашăн çимĕк кунĕ кĕçнерникун пулнă, теççĕ. Халь те çав кун ваттисене асăнаççĕ, анчах çимĕк уявне халь вырăссемпе пĕрле — вырсарникун, вырăс йăлипе тăваççĕ. Тĕне кĕрсе вырăс туррине пăхăннăранпа чăвашăн чиркӳ праçникĕсеие те йышăнмалла пулнă. «Троица» сăмах чăваш хушшинче сарăлайман, çав праçник вара чăвашшăн «Вырăс çимĕкĕ» пулса тăнă. Халĕ те çимĕк ĕçки пулмасть мар. Çимĕк кунĕ çитсен тин çуркуннехи-çуллахи туйсем пуçланаççĕ. Елĕк-авал çимĕк кунĕнчен пуçне çимĕк эрни пулнă тата — кĕçнерникунран тепĕр кĕçнерникунччен. Çимĕк эрнине чăваш мунча кĕрсе, çимĕк курăкĕпе çапăнса, таса кĕпе-йĕм тăханса кĕтсе илнĕ. Вара мăннисем ваттисене асăнса эрнелĕхе ĕçкĕ е туй пуçласа янă, кĕçĕннисем вăййа тухма пуçланă. Хĕрсем вăйăра «Çимĕк çич кун терĕçĕ, çимĕк çич кун те-рĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши!» — тесе юрланă, каччăсем тапăртатса ташланă… Халь ĕнтĕ вырăс çимĕкне Чулçырмара та вырăссемпе чăвашсем пĕр кун, вырсарникун, тăваççĕ. Анчах та праçник тума вĕсем нихçан та пĕрлешмеççĕ. Турри-праçникĕ пĕрре те — йăлисем тĕрлĕ. Çамрăксем те Тук шывĕн икĕ енĕпе уйрăм çуйăхаççĕ. Кăçал Рамашпа Трашук кунти вырăспа чăваша çывхартас шухăш тытнă, хăйсен çĕнĕ тусĕсене праçнике чăваш енне каçма чĕннĕ. Лешсем виççĕш те килĕшнĕ. Паллах, Оля та пулать. Ольăран Христя та юлмасть ĕнтĕ. Мăрзабай Павăлĕ асаттесен авалхи йăлисене лайăх астăвать. Анчах вăл, чиркӳ старости пулса курнăскер, пупсемпе туслă пурăннăскер, вырăс йăлжем енне ытларах туртăнать. Çимĕке вырăсла тăвас йăлана ялта çав пуçласа янă, теççĕ. Мăрзабайсем Çимун çимĕке киле таврăнасса кĕтетчĕç — килсе çитеймерĕ. Мирски Тимук хуçа хушнипе вăрмантан пĕр лав хурăн касса килнĕ. Хурăн хунавĕсене çамрăкла хирсе тăкнăшăн пĕр Наçтук кăна кулянчĕ. Кулине вĕсене савăнсах урам енчен пӳрт умне лартса тухрĕ. Паян хапха уçăлмасть тесе, хапха умне те лартнă. Наçтук каçранах Чӳккукринчен пĕр çĕклем чечек татса килчĕ. Кашни чӳрече янаххи çинче мăйлă чӳлмек ларать. Кашни чӳлмекрех — чечек çыххи. Чӳречесене каçранах яри уçса янă. Наçтукшăн çимĕк — чечек уявĕ. … Рамаш анчахрах лупас çине килсе выртнăччĕ-ха. Хĕвел ирхи апата çите пуçласан, Трашук çапах та ăна вăратрĕ. Çамрăк çын кăшт тĕлĕрнипех вăй илет. — Оля чăнах пит хитре хĕр. Сăнĕпе кăна мар — пĕвĕпе те, кăмăлĕпе те, хăтланчăкĕсемпе те, — терĕ Трашук. — Эс хăвăн телейне тупрăн пулать. Темле хурлăхлăрах каларĕ çак сăмахсене Трашук. Рамаш, çивĕч туйăмлă çын, тусĕ мĕншĕн хурлахлă калаçнине тӳрех сисрĕ. — Эп тупрăм. Емĕрлĕхе тупрăм, ача, — терĕ вăл. — Ман пирки сăмах петнĕ. Атя-ха, сан нирки калаçар. Наç-тука эпĕ те ăнланса çитеймерĕм. Чăнах та, хуçа хĕрĕ ĕнтĕ вăл. Эс тарçă. Çитменнине, Мăрзабай тарçи. Чи малтан санăн хĕрĕн кăмăлне пĕлес пулать. Паянах пĕлме тăрăшăпăр. Пар-ха çырăвна. Ху калаçма хăяймастăн-тăк, çыру çӳретсе пăх. — Çуккă çыру. Çурса тăкрăм эп ăна. — Ма çуртăн, айван? — Эп çыру çырни çинчен Кĕтерирен пĕлнĕ вăл. Çыру пирки мăшкăлласа кулчĕ, тет. — Кам каларĕ? — Кĕтери каласа пачĕ. — Э-э! Араскал хĕлĕхĕсем сан арпашса çыхлансах кайнă, ача. Сӳтсе майлаштарма тăрăшăп. Ман шутпа, Кĕтери хăй юратать сана. Наçтук пирки ун урлă ĕç тăваймăн. Ма Кĕтерие юратмарăн-ха эс пĕрех хут? Хитре, ăслă, шухă. Чухăн. Эс сарă, вăл хура. Мĕн кирлĕ тата? Телейлĕ çын телейсĕррине ăнланаймасть çав. Трашук урăх ним те калаймарĕ, вăрăммăн сывласа илчĕ çеç. Хĕрсем, каччăсем улăхалла туртăна пуçласан, Рамашпа Трашук та тухса утрĕç. Çамрăк-кĕрĕм улăхра юратса илнĕ вырăн — шăп Пăрутапăрне хирĕç. Унта вăрманпа шыв та юнашарах, кӳлĕ те çывăхра. Улăх ерипен-ерипенех хĕр тумĕсемпе чечеклене пуçларĕ. Часах Рамаш хăнисем те килсе çитрĕç. Малтан вĕсем хăйсене ютшăнарах тыткаларĕç, каярахпа — хăнăхрĕç. Оля чăваш хĕрĕсен уяв тумне мухтарĕ. Чăнах та, епле хитре çав тум! Чăлт-шурă пир. Хăмач ярăмĕсем. Тĕрĕ. Тĕрлĕрен мăя, йĕс хӳре, енчĕк тулли çĕрĕ. Тенкĕсем. Хĕрсем чупнă чух укçаллă мăяри çав тенкĕсемпе енчĕк çумĕнчи çĕрĕсем тĕнкĕлтетеççĕ çеç. Ольăна çакă пушшех Тĕлĕнтерсе савăнтарчĕ. Вара Рамаш пуçне пĕр шухăш килсе кĕчĕ: «Чăвашла тумланса курас кăмăл пур-и?» — ыйтрĕ вăл Ольăран. «Аха!» — терĕ. хĕр, куçра савăнăç шăратса. Рамаш Кĕтерие чĕнсе илчĕ. Чăваш хĕрĕ те майралла тумланма килĕшрĕ. Хĕрсем Тикĕтпуссине кĕрсе тумĕсене улăштарнине ыттисем сисмесĕрех юлчĕç. Рамаш вырăс каччисемпе майра хĕрĕсене ертсе килни çинчен улăхĕпех сăмах сарăлчĕ. Хĕрсем-каччăсем пурте пĕр тĕле пухăна пуçларĕç. Трашук тавра Илюша, Спирка, Филька, Христя кĕпĕрленсе тăнă. Рамашсăр кусем ним калаçма, ниçта пырса хутшăнма пĕлмеççĕ. Фильки, кăнтăр çутинчен хăракан тăмана пек, Трашук хыçне пытанма тăрăшать. Пĕччен тăрса юлнă Наçтук патне Чее Миття пырса явăçрĕ. Наçтук пур каччăпа та пĕр пек калаçать. Хаяр Макар ывăлне те тиркемест пек. Майра хĕрĕпе чăваш хĕрĕ Тикĕтпуссинчен килсе тухсан, чăваш каччисем хушшинче калаçу пуçланчĕ: — Рамаш хĕрне курар-ха. — Сăнĕпе Кĕтери евĕрлĕрех. — Тупнă майра! Пирĕн чăваш хĕрĕсем те унран хитререх. — Леш кам тата? Ай, хитре хĕр, Хăна хĕрĕ пулмалла. Кам хăни? — Самлейрен е Хурăнвартан кам патне те пулин килнĕ пуль ку сар пике. Каччăсем шавланине Рамаш савăнса итлесе тăрать. Хĕрсем тумĕсене улăштарни çинчен никам та пĕлмест. Кĕтери, кулса ярас марччĕ тесе, питне хупласа илет. Оля чăваш каччисем мĕн калаçнине ăнланаймасть, хăй çавах Рамаш вĕрентнĕ чăваш сăмахĕсене аса илме тăрăшать. — Рамаш хĕрне калаçтарам-ха, каччи çиллентер кăшт, — терĕ Чее Миття. Унпа юнашар тăракан Наçтук хăйĕн акамне тӳрех палларĕ, анчах Миттяна систермерĕ. Чее Миття тĕрленĕ кофтăпа чечеклĕ сараппан тăхăннă майра хĕрĕпе сăмах пуçласа янă вăхăтра Зар Ехим «хăна хĕрне» пырса хупăрларĕ. Ыттисем икĕ хĕр тумĕсене улăштарса тăхăннине часах тавçăрса илчĕç. Каччăсем Зар Ехимпе Чее Миттяна тăрăхлама тытăнчĕç вара. Хĕрсем Оля тавра кĕпĕрленчĕç. Майра хĕрĕ чăвашла тумланнине халиччен курман вĕсем, çавăнпа халь каçса кайса савăнаççĕ. Чее Миття часах тарчĕ кунтан. Вара каччăсем «хăна хĕрĕнчен» хăпнă Зар Ехиме алăран тытса каллех Оля патне çавăтса пычĕç. — Эс ма хăна хĕрĕнчен таратăн? Чăнахах хăна хĕрĕ ку, чулçырмасем мар. Зар Ехим хĕремеслене-хĕремеслене кишĕр тĕслĕ пулса кайрĕ. Улăхри хĕрсен-каччăсен кăмăлĕсем пурин те уçăлса кайнă. Кулаççĕ, шӳт тăваççĕ. Вырăс каччисем çине те кăмăллăн пăха пуçларĕç. Рамаша çав кăна кирлĕччĕ. Вара пурне те хăнасемпе паллаштарчĕ. — Паян вырăссем — пирĕн хăнасем, — терĕ Рамаш. — Малашне туслă пурăнар. Илюша Чугунова каччăсем нумайăшĕ пĕлеççĕ, тен, хăшĕ унпа çапăçса та курнă пуль. Паян çапăçмастпăр. Вылятпăр, кулатпăр, савăнатпăр. Атьăр, ушкăнлă вăйăсем пуçласа ярар. Малтан вырăс вăййине вĕрентем сире. «Третий лишний», — теççĕ. Кайран хуралла чупăпăр — ку вăййа вырăссем те чăваш пекех выляççĕ. Унтан юрлăпăр, ташлăпăр… Чупрĕç, юрларĕç, ташларĕç паян пикесемпе яшсем. Вăйă май мăшăрсем вĕçсĕрех ылмашса тăчĕç. Пĕр мăшăра анчах никам та уйăраймарĕ. Хăшĕ юриех чупмарĕç майра хĕрĕ хыçĕнчен, хăшĕ чупсан та тытаймарĕç. Оля чăваш каччисене вăлтма часах вĕренчĕ. Каччă хăваласа çите пуçласан, вăл, йĕс хӳрине кăтартса, тилĕ пек каялла вăркăнать е тĕмĕсем тавра чупкаласа хыçран йĕрлекеннине ывăнтарать те хирĕç чупакан Рамаша кĕтсе илет. Вара вĕсем васкамасăр каялла таврăнаççĕ. «Эп чăнахах чăваш арăмĕ пултăм», — тет Оля, çĕррисемпе тенкисене тĕнкĕлтеттерсе. «Çук-ха, — тет Рамаш, — ку хĕр тумĕ. Арăм тумĕ йăлт урăхла. Ана та тăхăнса курăн-ха». Илюшăна Рамаш Наçтукпа тăратрĕ. Наçтукшăн пурпĕрех. Вырăс каччипе те вăл сăпайлăн, пĕр вăтанмасăр калаçрĕ. Филька Кĕтерие хăваласа тытрĕ. Ку вырăс ачи Чее Миттян ячĕ мĕне пĕлтернине ыйтса пĕлчĕ те: — Вырăсла вăл Хитрый Митрий пулать, — терĕ. Унтан хăй чăвашла вĕренесшĕн пулчĕ. — «Эс ман кăмăла каятăн» — чăвашла мĕнле пулать? — ыйтрĕ Филька. — «Эп тăрри шăтăк», — терĕ Кĕтери. — «Эп турри шитык», — култарчĕ вара Филька хĕрсене. Трашук тăтăшах Наçтук çине пăхкалать, анчах ун патне пыма хăрать вăл, ăна алăран тытма, унпа юнашар тăма вăтанать. Çавăнпа юлашкинчен йĕкĕт Христьăна тытрĕ те кунĕпех çавăнпа калаçса ирттерчĕ. Выляса ывăнсан, Рамашпа Илюша юрă пуçлама сĕнчĕç. Малтан вĕсем хăйсем вырăела юрласа ячĕç. Хăш-пĕр вырăс юррисене чăваш ачисем те пĕлеççĕ. Оля «Потеряла я колечко» юрлама пуçласан, хĕрсем те юрра хутшăнчĕç. — Яхруш, кала тăмруна! — кăшкăрчĕ юрă вĕçленсен тахăшĕ. Яхруш вара ташă кĕвви каласа ячĕ. Курăк çăра пулнипе ташă малтан ăнсах каймарĕ, чăвашла йăкăштаттарса шума улăхра йывăр, çавăнпа Яхруш вырăс кĕвви пуçларĕ. Акă Оля, пуç тавра тутăр çавăрса, вырăнтан Хускалчĕ. Чăвашла тумланнă хĕр майралла ташлани питĕ хитре пулчĕ. Майра хĕрĕ ташшине пуçласса пĕччен пуçлать, анчах каярахпа, кăшт тĕпĕртетсе ярăнса çӳренĕ хыççăн, каччă умне пырсатăрать. Оля Рамаш ташланине пĕлмест, çапах та сисрĕ вăл Рамаш ташласшăнне, ун умне пырсă ура тапрĕ. Ак хăçан пуçланчĕ иккен чăн-чăн ташă! Рамаш иккĕ-виççĕ тапăртатсах пĕтĕм халăха хăй çине пăхтарма пултарчĕ. Вара Филька «Шире круг!» — тесе çухăрчĕ те, йĕри-тавра чупкаласа, вăйă картине сарма пикенчĕ. — Яхруш, «Барыню»! — кăшкăрчĕ Оля та. Каччи ташланине çынсемпе пĕрле курса савăнас тесе, вăл хай ташлама. пăрахрĕ. Рамаш çут тĕнчене ташлама кăна çуралнă пуль. Ура хуçса, кăлтăрмач пек хăй тавра çаврăнса ташлать, пĕççине çупса пушмак тĕпне те çатлаттарса илет, урисене тĕрлĕ май явкалать. Пĕтĕм яш-кĕрĕме тĕлĕнтерчĕ вăл паян… … Вăйă каç пулас умĕн тин саланчĕ. Çынсем киле кая пуçлаçан, Рамаш хăй патне чăваш каччисенчен шанчăклăраххисене чĕнсе клчĕ. Вĕсем хушшинче — Яхруш, Унтри. Пĕвĕпе каччă пек курăнакан вунтăват çулхи Хветюк та çав шута кĕнĕ. Вĕсем пурте вырăс каччисемпе пĕрле Пăрутапăрĕ çывăхне кайса тăчĕç. — Малашне вырăссемпе яланах çапла туслă пурăнăр, — терĕ Рамаш. — Паянхи куна ан манăр. Кĕпер тунă чух е утă çулнă чух чăвашпа вырăс хирĕçме тытăнсан, вĕсене килĕштерме тăрăшăр… Мĕн калассине Рамаш чăвашсене — чăвашла, вырăссене — вырăсла каларĕ. — Тавтапуç сана, Рамаш, — терĕ Илюша. — Санпа паллашнăранпа эпĕ хамран хам тĕлĕнетĕп. Чăн-чăн чăваша халь тин курнă пек туйăнать мана. Çын пулма пуçларăм-и ĕнтĕ? Халь çамрăк вăя ăçта хумаллине пĕлетĕп. Кăçал кĕпер тунă чух çапăçу пуласран хăрамалли çук. Ялта арçын сахал. Пулсан та — пирĕн пек çамрăксем ытларах. Шăрчăкланаканнисене чарма пĕлĕпĕр. Фальшинсен чеелĕхне тăрă шыв çине кăларăпăр. Эс халь, Рамаш, пирĕн енчисене виçсĕмĕре кăна лайăх пĕлетĕн. Пире, сан майлă шухăшлакансене, виççĕн мар — вунвиççĕн тесе шутла. Çапла-и, Спирка? — Чугунов каларĕ пулсан, çапла пулать ĕнтĕ, — терĕ Спирка… Юлашкинчен Илюша Яхрушпа та çапăçса курнăшăн ӳкĕнсе калаçре, урăх апла пулмĕ, халь туслă пулăпăр терĕ. Рамаш сĕннипе вĕсем иккĕшĕ пĕр-пĕрин аллине чăмăртарĕç. Пурте киле ăсаннă хыççăн Рамашпа Оля иккĕшех юлчĕç, çыран хĕррипе ылтăн пулă тытнă тĕле, чечек кăшăлĕ тунă вырăна, кайса ларчĕç. — Ылтăн пулă сан вăлтуна лекрĕ, — терĕ Оля. — Вăхăт çитсен, Трашук та хăйĕн ылтан пуллине тытĕ-ха, — терĕ Рамаш. Марзабай пуçĕ пăтранать Ашшĕн кăмăлĕ пирки тĕрĕс каларĕ Рамаш Илюшăпа калаçнă чух. Тайман Сахарĕ Мăрзабайсене яланах хисепленĕ. Çутă ăстăнлă, тараватлă Тимуша та манман вăл, Павăла хăйне те ырланă: пĕр-пĕр Хаяр Макар пек тĕттĕм те куштан çын мар; халăх çинче сăпайлă, кашни çынпа вашаватлă; ăс-хакăлпа тепĕр пысăк вĕреннĕ çынна парăнмĕ. Çапла шутланă Тайман Сахарĕ Мăрзабай Павăлĕ пирки. Чăнах та, Павăл хăйĕн шăллĕ пек е Ятрус Хрулкки пек нумай вĕренеймен. Ача чух Хрулккапа пĕрле виçĕ хĕл Лешеккинчи шкула çӳренĕ çеç. Хрулкка Куçминккара вĕреннипе те чарăнман, тата таçта Чĕмпĕр хулинче те вĕренсе курнă, яла учитель пулса таврăннă. Павăлпа Хрулкка туслăхĕ çав хушăра сивĕнмен, сивĕнме мар, çирĕпленсех пынă. Пĕри учитель, тепри старшина пулнă хушăра та варлă пурăннă вĕсем. Павăл юлташне кура ытларах вулама тăрăшнă, хаçат çырăнса илекен пулнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çинчен Хрулккапа час-часах калаçнă вăл, чăвашсене вĕрентме тăрăшакан Иван Яковлевича Хрулкка пекех юратнă, хисепленĕ. Çапах икĕ тус яланах пĕр шухăшлă пулайман. Российăн пуласлăхĕ пирки вĕсем тĕрлĕрен шухăшланă. Пиллĕкмĕш çулхи революци хыççăн Ятрус патша йĕркине курайми пулнă. Мăрзабай йĕрке пирки хăйĕнле шухăшланă: «Услап кĕтӳç те пулин пултăр-ха вăл, çуккинчен лайăхрах», — тенĕ. — Услапĕ пырĕччĕ, усал кĕтӳç мар-и? Кĕтӳç ăна шанса панă кĕтӳри сурăхсене пусма пуçласан, мĕн тăвăпăр? — куçран пăхса ыйтатчĕ Хрулкка. — Каларăн та!.. Кĕтӳç сурăхсене пусать тесе тĕрлĕ пăлхавçăсем сăмах сараççĕ пуль, — мăкăртатрĕ лешĕ. — Эсĕ те, хулара пурăнса, суя сăмаха тăнлакан пулнă. Сирĕншĕн йĕркелĕх ним те мар. Маншăн начар йĕркелĕх те йĕркесĕрлĕхрен хаклăрах. … Акă хайхи йĕркесĕр самана çитрĕ те ĕнтĕ. Патша йĕркине аркатни малтан йăлтах анратрĕ Мăрзабая. Каярах урлă-пирлĕ пăхкаласа тĕлĕне пуçларĕ вăл: Куçминккари туссем хушшннче патшашăн куççуль тăкакан çук. Ялти лавккаçă Смоляков та ишĕлнĕ йĕркешĕн макăрмасть. Нивушлĕ вăл тĕрлĕ тискерсемпе, хăй юратман куштансемпе — Хаярсемпе, Фальшинсемпе — пĕр ушкăнра пулса юлчĕ-ши?! Чĕре хускалса майĕпе вырăна лара пуçласан, тен, Мăрзабай та пĕр-пĕр Белянкин евĕрлĕ «революционер» пулса тăрĕччĕ. Анчах Мăрзабайшăн пурнăçра тата тепĕр никĕс, патшалăх йĕркинчен те шанчăклăрах никĕс пур. Халăх пурнăçне, чăваш пеквак халăх пурнăçне пушшех, ваттисен сăмахĕ тытса тăрать, ĕмĕрхи йăласем йĕркелеççĕ. Ял çыннишĕн темрен те паха вăл. Ахальтен мар хула çьшни час пăсăлать, ял çынни пăсăлса каймасть. Халĕ хайхи революци авалхи йĕркелĕхе те пăса пуçларĕ. Çынсем туртаран тухса ĕрĕхеççĕ, тĕнче куркаланă ял çыннисем те çав шутрах. Патша йĕрки арканни пырĕччĕ те, ытти йĕркесĕрлĕх те çавăнтанах килмест-и? «Кампа та пулин чуна уçса тĕплĕн калаçса курасчĕ, — çунать Мăрзабай. — Кампа калаçăн? Ятрус яла килсе курми пулчĕ. Çĕнĕ пуппа çывăх паллашайман-ха. Чее Белянкинпа калаçма асăрханчĕ вăл. Çĕнĕрен старшина пулма сĕнчĕ лешĕ. Анчах кама юраса ĕçлес? Питĕрте икĕ влаçлă, урăхла каласан, влаçсăр самана. Мăрзабай тĕреклĕ влаçа, йĕркелĕхе, çирĕп законлăха пăхăнса çеç ĕçлеме пултарать. Халь влаçĕ те, законлăхе те çук çав». Пăтранчăк самана. Хыпарсем те пĕтранчăк. Хаçатра тĕрлĕрен çыраççĕ: кашни парти хăйне мухтать, ыттисене хурлать. Яла таврăнакан е курма килекен салтаксем те тĕрлĕ юрă юрлаççĕ. Мăрзабайăн хăйĕн те пĕр тĕрлĕ йĕркеленнĕ çирĕп шухăш çук-ха. Çавăнпа Çимун таврăнасса тем пек кĕтет вăл, фронтран килнĕ çын паянхи лару-тăрăва ăнлакма пулăшасса шанать. Анчах Çимун таврăнмарĕ, кĕтмен çĕртен Назар килчĕ. Назар пĕр-пĕр прапорщик тумне мар, чăн-чăн офицер тумне тăхăннă. Кĕмĕл погон çинче — виçĕ пĕчĕк çăлтăр. Пĕвĕпе ывăлĕ ашшĕ пекех — пысăк мар, анчах кĕрнеклĕ çын. Вăл шалти пӳртре шухăша кайса каллĕ-маллĕ уткаланă чух ашшĕ ун çине чунтан савăнса пăхса ларать. Анчах ывăлĕ калаçсах каймасть, тăванĕсем умĕнче вăл хăйне ют çын пек, пĕр-пĕр Белянкин пек тыткалать. Назар поручика тухнă, халь темле йывăр хушаматлă генерал адъютанчĕ вăл. Акă алăкăн-тĕпелĕн утрĕ-утрĕ те тинех калаçма пуçларĕ: — Союзниксем пăшăрханаççĕ… Вăрçăран тухсан, Россия хăйĕн ятне çĕртет вара. Мĕн çĕнтеричченех тăван çĕршыв тăшманĕпе çапăçмалла! Те хăй сăмахĕсене, те генерал сăмахĕсене каларĕ ывăлĕ — ашшĕ ăна пĕлеймерĕ. — Армире дисциплина начарланнă теççĕ, тата тĕрлĕ комитетсем унта сирĕн. Салтаксем çапăçасшăнах мар курнать… Большевиксем пăлхатаççĕ-и вĕсене? Сӳтĕлсе-ишĕлсе пыракан арми çапăçма пултараймасть пуль вăл? — ыйтрĕ вара ашшĕ ывăлне тĕрĕслесе пăхас шутпа. — Эс, атте, ялта пурăнса ним те пĕлместĕн. Лайăх генералăн офицерĕсем те, салтакĕсем те лайăх. Пирĕн дивизире комитетсем çук. Аркатрăмăр эпир вĕсене, тĕрлĕ комитетсене. Советсене, керенскисене, Вăхăтлăх правительствине хăйне те сирпĕтмелле. Вăхăтлăх правительстви вырăнне вăхăтлăх диктатор кирлĕ… Пур пирĕн диктатор пулма пултаракан генерал: Корнилов. Назар сăмахĕсемпе çапах та çырлахмарĕ ашшĕ. Лешеккинче тиечук ывăлĕ Леонид, Назар пек, курма килнĕ, теççĕ, Шкулта вĕреннĕ чух иккĕшĕ туслăччĕ вĕсем. Леонида хăнана чĕнсе, икĕ çамрăка калаçтарас шухăш тытрĕ Мăрзабай. Ывăлĕпе хăй тавлашасшăн мар: хăна-çке-ха, виç-тăват куна çеç килнĕ. Капла вара, вăрçăран килнĕ икĕ çын калаçнине итлесе ларсан, уншăн самаях усăллă пулма пултарать. Çав Леонидăн хушамачĕ Анчиков мар иккен — Федотов. Вырăсланма тăрăшакан тиечук ывăлне тĕне кĕртнĕ чух ун хушаматне хăйĕн ашшĕ (Леонидăн аслашшĕ) ячĕпе çыртарнă. Леонидпа Назар пĕрне-пĕри курманни тăват-пилĕк çул. Иккĕшĕ те нумай улшăннă. Çипуçĕпе питех мар, шухăш-кăмăлпа вара пĕрне-пĕри паллайми улшăнса кайнă. Малтанах вĕсем кăмăллă калаçрĕç. Назар, урине шаклаттарса, алă тăсрĕ. Леонид икĕ аллине те сарса юлташне ыталарĕ те ăна хăй çумне туртса илчĕ. Унăн уçă кăмăлĕ сăмах хушичченех палăрчĕ. Калаçа пуçличчен вăл юлташне хулран тытса, куçран пăхса тăчĕ. — Маттур, — терĕ вăл. — Хитре офицер пулнă эс, Назар. Манран çӳлех ӳсеймен, анчах — тĕреклĕрех. Елĕк кĕрешнĕ чух эп сана парăнмастăмччĕ. Халь санпа çыхланма хăрушă. Курманни нумай пудать. Мĕн чухлĕ шыв тинĕсе юхса каннă! Шывĕ мĕн… ĕмĕрсем куç умĕнчех юхса ирте пуçларĕç. Самани çурхи пăрлă шыв пек кĕрлет. — Мĕншĕн эс погонсăр çӳретĕн? — ыйтрĕ Назар Леонидран, лешĕ хăйĕн малтанхи. сăмахĕсене каласа пĕтерсен. — Мĕншĕн тетĕн-и? Мĕншĕн тесен эпĕ хама хам штатски çын тесе шутлатăп. Вăрçă тумĕ те, ĕçĕ те килĕшмест мана. — Апла иккен. Çамрăксем килĕшӳллĕ калаçни нумая пымарĕ. Малтанах вĕсем генералсем пирки тавлашса кайрĕç. Леонид Брусилова мухтарĕ, Назар — Корнилова. «Сан Корнилову Австри çарне плена лексе намăс курнăскер кăна вĕт», — терĕ Федотов. «Тăшмансем элек сараççĕ. Плена лекнĕ чух вăл çичĕ салтакпа анчах тăрса юлнă, хăй суранланса тăнсăр пулнă. Кайран, пленран тарса, герой ятне илнĕ», — хуравларĕ Назар. «Çичĕ салтакпа мар, çичĕ пин салтакпа плена лекнĕ вăл. Дивизие аркатма панăшăн ăна Брусилов суд умне тăратасшăн пулнă», — шухăшларĕ Леонид, анчах ним те каламарĕ, малалла чĕрре кĕрес мар терĕ. Назар хĕрсе кайса паçăрхи пекех союзниксем çинчен, вăрçă çинчен сăмахларĕ, диктаторсене те манса хăвармарĕ. Леонид сăпайлăн калаçма тăрăшрĕ. — Вăрçă пирĕн халăхшăн та, нимĕç халăхĕшĕн те кирлĕ мар, — терĕ вăл. — Халăх тарăхса çитрĕ, хуçалăх юхăнса пырать. Салтаксем мир пирки антăхса емĕтленеççĕ. Çĕнтериччен вăрçас текеннисем — генералсем, капиталистсем, помещиксем кăна. — Эс, Леонид Федотов, большевик пек калаçатăн. Чăнах большевик мар-и эс? Прапорсене шанма çук. Салтакран кăшт уйрăлнă, офицер пулса çитеймен… — Чăнахах çапла, — терĕ Леонид, кулкаласа, — офицер пулса çитеймен çав. Большевик пулса та çитеймен-ха. Анчах ĕçхăлăхне хӳтĕлекен парти большевиксен партийĕсĕр пуçне урăх çук тесе шутлатăп. — Нимĕç шпионĕсем вĕсем — сан большевикӳсем! — кăшкăрчĕ Шзар. — Асăрхан, Федотов! Пуля пуçна шăтарсан — лайах. Хунар юпи çинче çакăнса тăмалла ан пултăр. Большевиксен кунĕ кĕске. Кĕçех диктатор кунĕ пуçланать. Асăрхан, сыхла пуçна. Сана шеллесе калатăп. — Пĕр пуç пĕтйи ним те мар. Салтак пуçнĕ, халăх пуçне сыхлас пулать. Ман шутпа, диктатор кунĕ мар, Советсен кунĕ çывхарать, — çав-çавах лăпкăн калаçма тăрăшать Леонид. Назар сăнĕ тискерленсе кайрĕ. Ура çине сиксе тăчĕ вăл. Мăрзабай хăраса ӳкрĕ, калаçăва хутшăнма васкарĕ: — Эс, Назар, ытлашши ĕçнĕ, хăнуна сăйламастăн та. Урах çĕрте тавлашăр, çапăçăр. Ман килте чипер калаçăр, иксер те хăна пулăр. Ашшĕ çапла калаçнă май Ыазар кăштах сивĕнчĕ, темле мăнаçлăн лĕхлетсе кулса ячĕ те чĕтрекен аллипе черкке тултарчĕ. Анчах черккине хăна умне лартмарĕ, хăй çĕклерĕ. — Хамăн генералшăн ĕçетĕп тата Корниловшăн! Большевиксем тĕп пулччăр, тамăкра çунса кайччăр. Кил хуçи вара хăй икĕ черкке тултарчĕ: пĕрне хăнине тыттарчĕ, теприне хăн тытрĕ. Кăмăллă сасăпа каларĕ: «Назар ӳсĕрĕлнĕ вăл. Атя-ха, эпир те сыпар. Генералсемшĕн мар, хамăр сывлăхшăн ĕçĕпĕр». Леонид кил хуçине камăл тăвасшăн çеç черккине тытса сыпнă пек турĕ те: «Тавтапуç, Павел Алексеевич! Ман кайма вăхăт çитнĕ», — терĕ. Хуçи чарса тăмарĕ, Назар татах тем хăтланасран хăрарĕ. Тухса каяс умĕн Леонид алăк патĕнче кăштах чарăнса тăчĕ те хăй тĕллĕн кулса илчĕ, вара ĕлĕкхи тусĕ çине пăхса: — Сывă лул, господин поручик. Лайăх çапăç, анчах генералсене манран салам ан кала, — терĕ. Назар, пуçне уса пуçланăскер, «господин поручик» сăмахсенчен урăх ним те илтмерĕ. Алăк патне пырса, Леонида чиперех алă пачĕ вăл, унтан виçĕ çăлтăрлă погонне пӳрнепе "шаккаса: «Аттесĕрех туянтăм!» — терĕ. Ашшĕ, илтмĕш пулса, хăнана ăсатма тухрĕ. Ашшĕн кăна мар, Наçтукăн туйăмлă чĕри те пиччĕшĕн хăшпĕр хăтланчăкĕсене кăмăлламарĕ. Çамрăк хĕр хăнасем пӳртре шавланă вăхăтра урамра, уçă чӳрече умĕнче итлесе ларнă. Леонид килнĕ чух та, кайнă чух та ăшшăн пăхса алă пачĕ ăна. Ытти чух именмен хĕр вара темшĕн хĕрелсе ӳкрĕ, хирĕç чĕнме сăмах тупаймарĕ. Хĕр чĕрине вăратса, хумхатса хăвармарĕ-ши большевиксене ырлакан тиечук ывăлĕ? Назара ăсатнă хыççăн тепĕр эрнерен Çимун килсе çитрĕ. Тăван ывăлĕнчен те вашаватлăрах кĕтсе илчĕ ăна Мăрзабай. Мăшăрĕ çавăншăн кăмăлсăрланчĕ, шăллун ывăлĕ тăван ывăлунтан хаклăрах саншăн текелесе мăкăртатрĕ. Анчах упăшки хирĕç сăмах хушмарĕ, мĕншĕн тесен пĕлет: Укахвие пĕр хускатса ярсан, нимпе те чараймăн. Яланхи пекех, хĕрарăм мăкăртатнине шарламасăр ирттерсе ячĕ вăл. Хăй çав вăхăтра: «Назар Мăрзабай таврашĕ мар çав. Пĕтĕмпех чурăс хурăнварсене кайса хывнă. Çимун — Мăрзабай таврашĕ. Çавăнпа вăл маншăн Назартан çывăхрах», — тесе шутларĕ. Çимун хăй те мучăшне ашшĕ вырăнне хурса кăмăллать. Ана вăл мĕн ачаранах хисеплеме вĕреннĕ. Авланнă чух та унăн сăмахĕнчен тухаймарĕ. Çавăн пирки аса илсен çеç мучăшĕн сăнĕ Çимун куçĕнче кăшт тĕксĕмленет. Мăрзабай Çимунпа фронтри лару-тăру пирки калаçма васкамарĕ, хăй сăмах пуçласса кĕтрĕ. Кĕтмелĕх вăхăт пур. Çимун суранĕсем ăна вăрçăран шанчăклă хăтарнă. Анчах Çимун ытлашши калаçма юратмасть. Ытлашши мар, мĕн кирлине те тепĕр чух каламасăрах ирттерсе ярать. Çапах Мăрзабай ăна пĕррехинче ятарласах калаçтарчĕ. Сăмах хускатмалăх малтанах Назарпа Леонид çинчен каласа кăтартрĕ. Унтан Керенскипе Корнилов пирки, большевиксем пирки Çимун мĕн шухăшланине пĕлесшĕн пулчĕ. Çимун сасси хитре. Вал калаçнă чух кĕсле хĕлĕхĕсем янранă пек туйăнать. Назарпа Леонид пирки илтсен, Çимун кулса илчĕ те: — Пирĕн килте те пĕчĕк диктатор тупăннă иккен, — терĕ. Унтан хĕрсех малалла калаçа пуçларĕ: — Тĕрлĕ ораторсене нумай куртăм, нумай илтрĕм. Диктатор тăвас текеннисенчен хăрушши çук. Эп хам малтанах Керенские шаннăччĕ. Халь никама та шанми пултăм. Эсерсем хăйсене хăйсем хресченсен партийĕ тесе шутлаççĕ, анчах вĕсем хушшинче килĕшӳ çук. Вĕсенчен чи лайăххисем те çурма ĕç кăна тăвасшăн. Тĕрĕссипе каласан, — хăраса ан ӳк, мучи, — кăмăлăм большевиксем енне туртăна пуçларĕ. Пĕр енчен кăна вĕсем мана килĕшсех каймаççĕ: ытла чăнкă çулсемпе çӳреме юратаççĕ. Тĕнчене халех улăштарса лартасшăн. Пĕтĕм тĕнчипе революци пуласса шанаççĕ. Пулмасан вара? Вĕсем власть илни те кăлăхах пулать вĕт. Пирĕн сĕрмен кăрманлă Российăна нимĕç çĕнтереймесен, союзниксем хăйсемех лутăркаса тăкĕç. Большевиксене власть тытса тăма памĕç вĕсем. — Ĕçсем çавăнталлах пыраççĕ-и? Большевиксем власть илсен, пĕтрĕмĕр вара, — хăраса ӳкрĕ Мăрзабай. — Эс большевиксенчен ытлашши ан хăра, — терĕ Çимун. — Ху Назар пек хирĕçмесен, санпа çыхланмĕç вĕсем. Сана пĕр япала каласа парам-ха. Ленин ятне илтнĕ-и эс? Мĕнле çын вăл, çавна пĕлетĕн-и? — Илтессе илтнĕ. Пĕлме — ăçтан пĕлем. Ман ачана тĕне кĕртмен вăл. Çимун кулса илчĕ те çапла каларĕ: — Сан ачуна — Назар пирки калатăп — большевиксем те тĕне кĕртеймĕç. Анчах вĕсем чăнахах та пĕтĕм халăха çĕнĕ тĕне кĕртесшĕн. Эп Ленин пирки сăмах хускатрăм-ха. Пысăк çын вăл. Пĕр партире те ун пек вăйлă çулпуç çук. Российăра кăна мар — пĕтĕм тĕнчипех. Эс чăвашсене çутта кăларакан Яковлева юрататăн. Пĕлессӳ килсен, Ленин ашшĕ çав Яковлевпа пит туслă пулнă, ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулне çирĕплетме пулăшнă. — Ашшĕ тетĕн-ха. Халь вĕреннĕ çынсем ашшĕсене итлесех каймаççĕ. Ывăлĕ тĕнчере чăваш пуррине те пĕлмест пуль. — Пĕлме мар, чăвашсене пит юратать вăл. Пĕр чăваш ачине хăй вĕрентсе университета кĕме хатĕрленĕ. Вăл хăй те Яковлева пит лайăх пĕлет, унăн ĕçне ырлать. Ку суя хыпар мар. Мана пĕр пысăк вĕреннĕ чăваш каласа пачĕ. Яковлева та, Ленина хăйне те лайăх пĕлекен çын. Çимунпа мучăш нумай калаçрĕç паян. Анчах Мăрзабай пуçĕ тасалма мар, пушшех пăтранса кайрĕ. Пĕрисем Ленина нимĕç шпионĕ теççĕ, теприсем каланă тăрăх, вăл чăваш тусĕ пулса тăчĕ. Ку вăл юрĕ-ха, шпион тесе ăна унăн тăшманĕсем калаççĕ пуль. Анчах харпăрлăх пирки Белянкин калани тĕрĕс сăмахах вĕт. Большевиксем çĕнтерсен, пĕтĕм хуçалăха чухăнсене салатса парас-и вара? Кун пирки Çимун çапла каларĕ: — Большевиксен тĕллевĕ — чăнахах та фабрик-заводсене капиталистсенчен туртса илсе рабочисене парасси. Çĕре те вĕсем, помещиксенчен туртса илсе, хресченсене парасшăн. Пĕр енчен пăхсан, тĕрĕсех вĕт: кам ĕçлет, çав хуçа пултăр… «Çимун та манран ютшăнĕ-ши? — хурланса шухăшларĕ Мăрзабай Павăлĕ. — Эх, самана!» Тунсăх юрри Ах, Оля, Оля! Чĕрӳне çунтармалăх сăлтав пур çав сан. Пуçна ыраттармалăх та пур. Çавăнпах пуль эс вăййа та çӳреми пултăн. Никама та курасшăн мар. Аннӳпе те калаçми пултăн. Аннӳ тĕлĕнет. Аçу ячĕпе çурта лартса турра кĕлтума Таллă мăнастирне кайнăччĕ вăл ун чух. Çав хушăра эсĕ йăлтах улшăнтăн. Сан савăнăçна курмарĕ вăл. Курнă пулсан, ытларах пĕлĕччĕ, пĕлменнине — ват çын чĕрипе çисĕччĕ. Халь акă эсĕ хурлăхлăн шухăша кайса ларнине Çĕç курать, эс çапла улшăннăшăн аптраса, хăй те хуйхăрать. Тулăксăртарах çын пулсан, аннӳ сана вăрçса-çĕтĕлсе тĕпченĕ пулĕччĕ, çивĕтрен тытса лăскама пĕлĕччĕ. Аслă çын çав сан аннӳ, ырă кăмăллă çын. Унăн хăйĕн хуйхи пысăк. Аçу çухалнăранпа вăл та сан пекех çынпа калаçми пулчĕ, анчах хăй пурпĕрех хыпар килессе шанма пăрахмасть. Икĕ çул хыпар пулманнине — халь тин пулас çук. Унăн хуйхи ханшăн та пысăк хуйхăччĕ. Çапах та çамрăк пуçра хуйхă хăвăртрах сĕвĕрĕлет, анну пек вăхăтсар ватăлнă çын пуçĕнчи хуйхă нихçан та сĕвĕрĕлмест, чул пек хытса, чĕре тĕпне анса ларать. Ах, Оля, Оля! Çĕнĕ хуйхă ан ту аннӳшĕн, ыталаса макăр та пĕтĕмпех каласа пар. Ним те ан пытар. Анланĕ вăл сана. Аслă çын вăл, пысăк чĕреллĕ-çын. Çук, эс аннӳпе пĕрле макăрмарăн — те хăрарăн уншăн çĕнĕ хуйхă тăвасран, те вăтантăн. Эс хĕр куççульне вăрттăн юхтарса типĕтрĕн. Анчах куççуль типсен те — йĕрĕ юлать. Çавах вăл саиа тĕпчемерĕ, вăрçса ятламарĕ. Ним курман-пĕлмен пек ыйтрĕ кăна: «Вася тем çӳреми пулчĕ пирĕн вĕçе. Сăлтавне эс пĕлместĕн-и?» Эсĕ те, ним пулман пек, пĕр тикĕс сасăна каларăн: «Пĕлместĕп. Урăх вĕçе çӳрет пуль», — терĕн. Пӳртре ун чух тĕттĕмччĕ, эсир иккĕнехчĕ. Апла пулин те, пĕрне-пĕри урăх пĕр сăмах та каламарăр. Аннӳ тем шухăшларĕ. Эсĕ хăвăн шухăшна шухăшларăн: «Ах, аннеçĕм-анне… Хĕрлĕх иртсе кайрĕ маншăн. Тен, хам кĕçех анне пулăп. Тата кăшт кĕт. Калăп вара. Калăп та килтен тухса кайăп. Тук тăршшĕпе Пасарлăяла çитиччен çуран кайăп. Эс пĕлместĕн ăна. Шанмăн. Эп пĕлетĕп, шанатăп. Пĕртен-пĕр каччă вăл маншăн. Пĕртен-пĕр… кашкăр». Çапла шухăшларăн эс ун чух. Ах, Оля, Оля! Санпа çапла калаçнăшăн ан ятла пире. Эс каччуна «Ах, Рома, Рома!» тесе чĕнеттĕн. Халь шухăшра, юлашки кунхи пек, «Ах, Рамаш, Рамаш!» тесе асăнатăн. Çавăнпа пирĕн те сана «Ах, Оля, Оля!» тесе чĕнес килет. Эпир те сана юратрăмăр. Уншăн ан ятла пире, ан çиллен. Ик-виç эрне сăнарĕ амăшĕ юратнă хĕрне. Оля кăмăлĕ уçăла пуçларĕ пек. Такамран çыру килчĕ. Хирĕç çырма васкамарĕ хĕрĕ. Тепĕр эрнерен кăна çырчĕ. Амăшĕ каллех тĕпчемерĕ. Халь ĕнтĕ тĕпчеме те кирлех мар: ун хăлхине те хыпар пырса кĕнĕ. Оля ют ялтан килнĕ каччăпа çӳренĕ, теççĕ. Çав каччăпа Фальшин ывăлĕ çапăçнă, теççĕ. Çырăвĕ савăк пулнă пуль. Хăй те савăк çыру çырчĕ пуль. Çавăнтанпа хĕр ĕлĕкхи пекех хаваслă калаçма-кулма пуçларĕ. Çук, ĕлĕкхи пек мар. Хĕр сăнĕ халь ĕлĕкхинчен çутăрах. Хĕр куçĕнче çутă хĕлхем вылять. Амăшĕпе вăл халь ĕлĕкхинчен евĕклĕрех. Шăллĕпе йăмăкнĕ те ытларах юратать пек. Еçре те хастарлăрах пек. Унăн халь пĕр мăшăр алăран пуçне тата икĕ çунат пур тейĕн. Таçта та çитсе ĕлкĕрет, тем-тем туса çитерет. Пĕр енчен çеç юлхавланнă: вăййа çӳремест. Çавах, каç пулсан, урамра хĕрсем юрланă вăхăтра, вăл та кйлте лармасть, таçта тухса каять. Тен, чиркӳ вĕçне çӳрет пуль, тен, çĕнĕрен Васькăпа вăрçнă пуль. Юриех те сăнаса пăхрĕ амăшĕ. Ял тепĕр вĕçне мар, шыв хĕррине, вăрман çывăхне утса кайрĕ Оля. Çав çулпах киле таврăнчĕ. Оля каçсерен Тук хĕррине, ылтăн пулă тытнă тĕле хирĕç кайса ларать. Хушăран вăрăммăн сывласа илет. Виçĕ сăмах çеç сасăпа кăларать: «Ах, Рамаш, Рамаш!» Ытти сăмахĕ-шухăшĕсем унăн пĕтĕмпех ăшра. Хушăран юрă ĕнерсе илет, хăмăр куçа асăнать. Кари глазки, где вы скрылись? Мне вас больше не видать. Где вы скрылись, запропали? Навек заставили страдать. Юрлать те тиркесе пăрахать юррине. Рамаш куçĕ пирки «глазки» тенипе килĕшмест. Вара тепĕр юрă пуçлать: Глаза, вы, карие, большие, Зачем я полюбила вас?! Анчах малалла «А вы изменчивые, злые» тенĕ вырăна çитет те, каллех килĕшмеççĕ ăна юрă сăмахĕсем… Пĕр каç пĕччен ларакан хĕр патне çын пырçа тăчĕ. Ольăна малтанах такам çывхарнă пек туйăнчĕ, çапах вăл пуçне те çĕклемерĕ. — Оля, ма пĕччен ларатăн, ма вăййа тухмастăн? — илтрĕ вăл тепĕр самантран. — Лайăх мар капла. Çынсем сан пирки темтепĕр калаçаççĕ…  — Васька хăй сăмахне çапла пуçларĕ. Унтăн Оля ним те чĕнменнине курчĕ те: — Маннă сана чăваш ачи, — тесе хучĕ. — Чăнахах та маннă вăл, Оля. Эс те ман. Эпĕ те мĕн пулни-иртнине манма тăрăшăп. Атя, каллех пĕрле çӳрер. Кĕркунне туй тăвăпăр. Атте хирĕç пулмĕ. Каччă, хăюлланса, хĕр çумне пырса ларчĕ. Хĕр çав вăхăтра ура çине тăчĕ. — Çук, Василий Никонович, каснă чĕлĕ сыпăнмасть. Каларĕ вĕт сана Илюша, чухăн вĕçне ан çӳре терĕ. Хăвна тайăн пуян хĕр шыра, — çапла каларĕ те хĕр хушлăх еннелле утрĕ. Пĕччен юлнă каччă чăтма çук урса кайрĕ те çапла кăшкăрчĕ: — Эс, амашкă, чăваш чĕппипе çӳресе пĕтĕм яла намăс кăтартрăн. Асту! Каснă чĕллӳ хапха çинче ан пултăр! Варт çаврăнчĕ каялла Оля. Тĕттĕмленнĕ пулин те, усал ача хĕр куçĕнчи вутлă хĕлхеме лайăх курчĕ. Курчĕ те ерипе çывхаракан хĕр умĕнче каялла чака пуçларĕ. Хĕр Хăйĕн çлĕкхи каччине çухаран ярса тытрĕ. — Эс, путсĕр çын, ман хапха патне çывхарсан, Илюша сан пуçна пăрса татать. Мана хӳтĕлекенсем тупăнĕç. Тупăнмасан — хам сана пăвса вĕлерĕп. Ме халлĕхе, асăнмалăх!.. Çапла пуян ывăлĕ чухăн хĕртен çупкă çисе курчĕ. Чурăс кăмăллă та хăравçă чунлă йĕкĕт вăл, Васька. Оля халех шăхăрса Илюшăна йыхăрасран хăраса ӳкрĕ, тытăнчăк сасăпа йăпăлтатма тытăнчĕ: — Эп мĕн… шӳтлесе каларăм вĕт, Олька. Эп… ырă кăмăлпа килнĕччĕ. Юрĕ, эппин… Кăшт аяккалла пăрăнсан тин каллех хаяр сасăпа кăшкăрчĕ: — Çăва патне, амашкă! Никам та сана качча илес çук. Хăвах ман пата чупса пырăн. Пăрахнă сана чăваш ачи. Асту ман сăмаха… Пĕр çыру та кĕтсе илейместĕн эс унран. Хирти ĕçсем пуçлансан, ялта вăйă сасси илтĕнми пулчĕ. Оля та Тук хĕррине çӳреме пăрахрĕ. Час-часах хирте çĕр выртмалла пулать. Киле таврăннă хушăра та вăхăт чăлăм куç хупса илмелĕх кăна юлать. Çăвĕпе савăнса, икĕ çын ĕçне туса ĕçлерĕ пирĕн хĕр. Анчах кĕр еннелле салхуланчĕ. «Рома, Рамаш», — тесе савăнатчĕ вăл. Халь, çав ята асăнсанах, хурланакан пулчĕ. Каччăран çыру илменни иккĕмĕш уйăх çине кайрĕ. Мана пуçларĕ-ши? Çук, манман. Шанать хĕр. Анчах мĕн чухлĕ шансан та, кичемлĕх чĕрене килсе хуплать-хуплатех. Авăн çапса пĕтернĕ хыççăн ĕçрен кăшт канмалли вăхăт çитрĕ. Каçхине Оля каллех хăйĕн такăр сукмакĕпе Тук хĕррине кайса ларчĕ. Хăмăш кичем юрă юрлать. Шыв леш енчи вăрман хурланса кашлать. Сарă çулçăсем шыв урлă вĕçсе килсе ӳкеççĕ.. Вăрман кĕпи сарăха пуçланă. Шыв çийĕ вичкĕн çил вĕрнипе пĕркеленсе тăрать, вĕттĕн хумханкалать. Хăй те сисмен çĕртен сасăпах юрласа ячĕ хĕр, малтанхи пек икĕ йĕрке хыççăн та чарăнса тăмарĕ: Глаза, вы, карие, большие, Зачем я полюбила вас?! А вы изменчивые, злые, Зачем страдаю я по вас… Пĕркунхи пекех такам ун çывăхне пырса тăнине сисрĕ Оля: «Каллех Васька килчĕ-ши?!» Çав вăхăтра çынни ӳсĕрнĕ пек турĕ. — Ял çине вăййа, савăк хĕрсем патне кайсам, Илюша, — ывăннă сасăпа каларĕ Оля, тăванне палланă хыççăн. — Тунсăх юррине итлесе тăма килĕшмест сана, Илюша. — Чим-ха, ухмах, — тӳрменрех чĕлхепе шеллерĕ хĕре лешĕ. — Ахалех хăвна ху тарăхтарса ларан кунта. Рома санран сивĕннине ĕненместĕп эпĕ. Ман пата та çырма пăрахрĕ вĕт вăл. Сана пăшăрхантарас мар тенĕччĕ, каласах пуль, эппин. Пĕр ял çынни çак кунсенче Пасарлăяла кайса килчĕ. Халь кăна ун патĕнче пултăм эп. Еликов купсана пĕлет вăл, ун лавкки тĕлне те пĕлет. Анчах хупă, тет, лавкки. Алăкне çăрапа питĕрмен, хăма çапса хăварнă. Мĕне пĕлтерет-ши çак япала? Тен, Рома ялтан урăх çĕре ĕçлеме тухса кайнă? Кăшт пуçне çĕклесе йăшăлтатрĕ Оля, çавăнтах çĕнĕрен халсăрланчĕ. — Кайнă? Ну кайнă пултăр. Çыру яма юрамасть-и вара? Сан патна çырманни те паллă: пире пурне те маннă вăл. — Итле-ха, Оля. Пĕр ырă хыпар калам сана. Пирĕн Коля куккаран çыру килчĕ. Тен, кĕçех хăй те килсе çитĕ: е курма пырăп, е савçимех таврăнăп тесе çырать, — хĕр хуйхине кăшт сĕвĕрĕлтерес шутпа суйрĕ Илюша. Коля куккăшĕн çырăвĕ чăнах та килнĕ, анчах яла халех килес пирки асăнман лешĕ. Тепĕр чух пулнă пулсан, Оля, савăккăн сиксе тăрса, Илюшăна лăскама тытăнĕччĕ. Иккĕшĕн те амăшĕсен тăван шăллĕ вăл, дядя Коля, чи юратнă тăван кукка. Сиксе тăрасси пулаймарĕ, çапах хĕр шухăшĕсем тепĕр еннелле пăрăнчĕç: — Кукка пирки большевик темерĕн-и эс пĕркун? Рамаш та хăйĕн ашшĕ пирки çапла каланăччĕ, хăй те большевик пуласшăн çунать. Çав сăмаха ăнланмастăп эп — те ырă, те усал сăмах. Пурпĕрех Рамаша шанатăп, усал шухăшлă çынсем енне туртăнас çук вăл. Чим-ха, тен, çавăн пирки çыру çӳретме юрамасть пуль унăн? Ашшĕ çинчен никама та каламарĕ вĕт — сана, мана тата Трашука çеç каларĕ. Трашук ятне сăмах майăн çеç асăнчĕ Оля, çапах тепĕр самантран ура çине сиксе тăчех, йĕкĕте турткалама та пуçларĕ. — Чăнах та ухмах мар-и? Трашук пĕрре те аса килмерĕ, йăлтах маннăччĕ эп ун пирки. Эсĕ те маннă çĕнĕ тусна. Атя, халех ун патне кайса килер. Тен, чăваш тусĕ патне çырать пуль вăл. Шыв урлă каçса Рамаш сукмакĕпе кайсан, инçех те мар вĕт, юнашарах. Иĕкĕт хĕр пек хыпăнса ӳкмерĕ. Халь ĕнтĕ вăл хăй темшĕн тĕксĕмленсе кайрĕ. — Ан турткалаш, ан васка, — терĕ Илюша, тем пирки тарăхса. — Трошăна манман эпĕ. Ялта çук-ха вăл. Хиртен таврăнмасăр таçта ĕçлет. Чим. Тата тепĕр кун тăхтаса пăх. Пĕр шухăш канăç памасть мана. Тен, Рома мар, тепри айăплă пуль. Тĕрĕслем эпĕ çак шухăша. Кайран калăп вара сана. Лешеккине танккама ан васка. Оля кăмăлсăрланчĕ. Илюшăн «пĕр шухăшне» хăлхана чикмерĕ вăл. «Ан пырах. Сансăр та кайса килĕп. Трашук çук-тăк, амăшĕпе курса калаçăп. Халь мар ĕнтĕ, ыран ирхине», — шăппăн шухăшларĕ вăл. … Çав вăхăтра Рамаш хăй те тунсăх юрри юрлать иккен. Оля пекех икĕ йĕркерен иртеймест, çапах юрри ун вĕçĕмсĕр, Ольăнни пек пат татăлмасть: Разлука, ты, разлука, Чужая сторона! Никто нас не разлу… ка ты, Разлука, Чужая сторона! Никто нас не разлу… Çапла вĕçĕ-хĕррисĕр юрлани тунсăха сĕвĕрĕлтерсе ярать, шӳтлесе кăмăла уçма пулăшать. Анчах, мĕнле хăтлансан та, юрă сăмахĕсем савăках мар халĕ. Тĕле килеççĕ тата вĕсем. Савнипе паллă мар вăхăта уйрăлни сахал, таçта ют енне кĕтмен çĕртен кайса лекрĕ. Чулçырмаран таврăнсан, Рамаш ĕçсĕр юлчĕ. Вăл хăнара çӳренĕ вăхăтра мăнтăр купса килĕнче темле пăтăрмах пулса тăнă. Ун çамрăк арăмĕ черкеспа пĕрле килтен тухса тарнă, тет. Кăшт тăрсан, Еликов хăй те çухалнă, таркăнсене йĕрлеме кайнă пуль терĕç. Рамаш уншăн аптраса ӳкмерĕ. Ана çĕрме пуян Белобородов купсан управляющийĕ тара тытрĕ. Чаплă купса хăй Пасарлăялта мар, таçта Урал таврашĕнче, Стерлитамак хулинче пурăнать. Вăл тĕрлĕ енче, ялсенче, темиçе магазин тытса тăрать. Еликовăн йывăç лавккипе юнашар ларакан пысăк чул магазин çавăн ĕнтĕ. Хĕрлĕ тавар магазинĕ. Унта тăват-пилĕк прнказчик. Хуçа вырăнне — Пасарлăял çынни Николай Петрович Гурьянов, Мăрзабай евĕрлĕрех сарлака хура сухаллă та сумлă çын. Тĕп хуçана пасарлăялсем нихçан та курман. Ун сутуç ĕçне пĕтĕмпех Гурьянов туса тăрать, хушăран Стерлитамака тĕп хуçа патне кайса çӳрет. Çав Гурьянов Таймансемшĕн ют çын мар. Вăл ĕлĕкрех Кирилл Морозпа туслă пулнă, ун урлă Рамаш ашшĕпе çывăх паллашнă. Паллашни мĕн, кумлашнă тата, Чаплă Шорник чаплă управляющин ачине, хреснашшĕ пулса, тене кĕртнĕ. Чăваш вĕçĕнчи шорникпа ахальтен мар хурăнташланнă Пасар вĕçĕнчи вырăс. «Кум патне» çӳресе Кирилл Морозпа вăрттăнрах курнăçма май тупнă вăл. Ашшĕн кумĕ эсер пулнине тин пĕлчĕ Рамаш. Халь çав Гурьянов таврари эсерсен пуçлăхĕ иккен. Юлашки вăхăтра тата ăна чиркӳ старости туса хунă. Эсерсен хĕрлĕ ялавĕ ылтăн хĕресрен хăпасшăн мар çав. Еликов укçапа илĕртрĕ Рамаша. Гурьянов вара куллен йӳнелсе пыракан укçаран хаклине сĕнчĕ: кашни уйăх пĕр пăт çăнăх, пĕр кĕрепенкке сахăр, икĕ кĕрепенкке тăвар, виçĕ кĕрепенкке краççын тӳлеме пулчĕ. Рамаш хăй хуçа патĕнчех тăранса пурăнать. Тата мĕн кирлĕ! Икĕ хуçа Рамашăн. Пĕр хуçи пĕчĕк буржуй, тепри пысăк буржуй: кăнтăрла Белобородов магазинĕнче ĕçлет, ир-каç Гурьянов картишĕнче тертленет. Ашра çаплах чĕнет вăл икĕ хуçана, пĕрне Пĕчĕк буржуй, теприне Пысăк буржуй тет. Вирлĕ ятсене тупса хума фронтран таврăннă Клейменкин юлташ пулăшрĕ ăна. Çуллахи хирти ĕçсем пуçланнă çĕре яла килсе çитрĕ çав фронтовик. Кунта та чăн-чăн большевик килсе тухни пĕтĕм яла пăлхатса ячĕ. Лавккаçăсен сăпса йăви тем пек сĕрле пуçларе. Большевик-антихрист пирки купсасем мĕн-мĕн сĕрленине шăппăн тăнлать Рамаш, хăй ытти приказчиксем палканă чух та шарламасть. «Курса калаçасчĕ çав большевикпа, тен, вăл ман аттене тĕл пулнă пуль», — шухăшлать йĕкĕт. Пĕррехинче каçхине (пур ĕçрен те пушансан, вăййа тухма чармаççĕ ăна) Пасар вĕçĕнчи пĕр пĕчĕк урамра пурăнакан «антихриста» шыраса тупрĕ Рамаш. Çав каç хăйĕн пурнăçĕнче татăклă утăм турĕ те вăл. Тепĕр каç Клейменкин хушнипе вăрăм урам тăрăх Чăваш вĕçне çити хут çыпăçтарса тухрĕ. Шăматкун каç чиркӳ таврашĕнче пуху-митинг пулать, Клейменкин юлташ вăрçăпа мир пирки, çĕре хресчен аллине парас пирки, фронтри лару-тăру пирки калаçать, большевиксен программине ăнлантарса парать тесе çырнă унта. Рамаш хут çыпăçтарса тухнипе чарăнмарĕ, нумай киле кĕрсе мăннисене çеç мар, хăй пек йĕкĕтсене те пухăва пыма йыхăрчĕ. Пухăвĕ шавлă пулса иртнĕ. Фронтовиксемпе лавккаçăсĕм кăшт кăна çухаваран тытăçса кайман'. Рамаш та юлташĕсемпе пырса итленĕ унта. Çав пуху хыççăн тепĕр эрнерен Рамашăн шăпи сасартăк улшăнчĕ те. Пĕчĕк буржуй ăна магазина урăх ямарĕ. Хăй йĕкĕтпе сăпайлăн калаçрĕ: — Эс, ача, большевик патне çӳре пуçларăн, теççĕ. Ана пуху пухма та пулăшнă иккен. Мĕн тăвас ĕнтĕ? Эс ху ним шухăшламасăр ачалла хăтланнă пуль-ха, анчах хăвăн çулна пӳлсе лартрăн. Халь сана пирĕн ялта пĕр хуçа та ĕçе илмĕ. Ман патра пурăнма та юрамасть… Аçу килте пулсан, эс çапла хăтланнăшăн хăлхаран пăрса ăс кĕртĕччĕ те, ĕçĕ те пĕтнĕччĕ. Аçу çук çав. Тек магазинра ĕçлеттерейместĕп сана, — çынсем умĕнче ырă мар. Çапах кум çемйине пăрахас килмест… Хуçа Рамаша тинкерсе пăхрĕ. Лешĕ пуçне чиксе сăмах чĕнмесĕр тăрать. Хирĕç мĕн калăн? — Кăмăлу пулсан, вăт мĕн тăвăпăр, — терĕ Гурьянов тинех. — Пирĕн тĕп хуçана сан нек йăрă та пушкăртла лайăх пĕлекен, приказчик пулма та, кучер пулма та пултаракан йĕкĕт кирлĕ. Эс ун патне Стерлитамака кайма килĕшсен, эп кунта çемйĕр валли хальччен мĕн панине кашни уйăхрах парса тăрăп. Шăллу пĕчĕк урапапа килсе илтĕр. Анчах асту: хăвна ху чипер тыткала унта. Кунти пек хăтлансан, ан ӳпкелеш вара. Пыр, килйышсемпе канаш туса кил. Килĕшетĕн пулсан, ыранах сана Белобородов патне ăсатăп. Канаш тума Рамаш киле мар, Клейменкин патнех кайрĕ. Кăмăллă вырăс ун ашшĕне лайăх астăвать, анчах вăл большевик пулнине хальччен пĕлмеи. Кăяш Тимкки пирки лайăх пĕлет вара. Унпа хальтерех Оренбургра паллашнă вăл. Клейменкин кăшт шухăшласа ларнă хыççăн çапла каларĕ: — Кунта чăнах та лавккаçăсемпе куштансем çисе ярĕç сана. Эп хам кĕçех ялтан каятăп. Стерлитамака Пысăк буржуй патне каях пĕрех хут. Унта мĕн тумаллине хăвах курăн. Йывăр килсен, Шепелев юлташа шыраса туп. Авандеевпа пĕрле ссылкăра пулнă вăл. Еç тупма та, «тепĕр революци тума» та пулăшĕ саиа. Эп, Самара кайма май килсен, унта сан аçуна курма тăрăшăп. Мăн юлташ сăмахне итлерĕ Рамаш. Ольăран тата çĕр çухрăм аяккалла тарма кичем те, мĕн тăвассу пур: «Юмахра та телей тăруках алла лекмест». Çапла Рамаш Урал таврашне, пушкăрт хулине килсе лекрĕ. Хула. Темех мар. Пасарлăялăн Пасар вĕçĕ чăн та хуларан кая мар иккен. Белобородовăн унти магазинĕ тесен, — кунтинчен чаплăрах та. Çĕнĕ приказчик-кучера магазинра ĕçлеттермеççĕ-ха. Хуçа майри питĕ кăмăлларĕ йĕкĕте. Ана хаçат-журнал е кулинари кĕнеки вулаттарать, картпа юмăç пăхтарать. Тепĕр чух большевиксене вăрçса çĕтĕлме тытăнать, унтан, куçне вылятса: — Эс ху большевик мар-и, Ромась? — тесе кулса ярать. — Çук-ха, барыня, — кулать Рамаш та. Час-часах ирхине вăл хĕрĕх витре кĕрекеи пичкепе, хула вĕçне кайса, çăл шывĕ тултарса килет. Çавăн чух йĕкĕт, тилхепе тытса пичке çине ларсанах, хăйĕн вĕçĕмсĕр юррине мăрăлтатма тытăнать. Пысăк буржуйпа Пĕчĕк буржуй умĕнче айăпа кĕмен-ха Рамаш — халлĕхе çемьене пулăшать. Кайран мĕн пулĕ унта? Пулăшайми пулсан, мĕиле пурнайĕç-ши вара мĕскĕнсем? Çак хуйхă тытса тăрать çăв Рамаша. Çапах Шепелев юлташ патне каймасăр тӳсеймест ĕнтĕ вăл. Тепĕр хуйхă та хăртать йĕкĕте. Темшĕн Оля та, Илюша та çырми пулчĕç. Трашукĕ те шарламасть. Татах та татах çырать Рамаш. Ответ çук. Шӳтлесе мар, тарăхсах юрла пуçларĕ йĕкĕт тунсăх юррине: Разлука, ты, разлука, Чужая сторона… Хăрах чĕресем Çынсем авăн çапса пĕтернĕ. Пĕр анкартире çеç тăпачсем хĕрсе кайса янăраççĕ: тăппи-тап, тăппи-тап, тăппи-тăппи-тăппи-тăп… Юман тăпачсем, ташă кевви тапратса, хăйсемех йĕтем çинче ташлаççĕ. Тăпачсене ташлаттараканнисем тăваттăн: пĕр арçын, виçĕ хĕрарăм. Икшерĕн, чалăш хĕреслĕ — хире-хирĕç тăрса тухнă. Хăйсем пĕр вырăнта тăмаççĕ: сулса çапнă майăн Пĕр малалла, пĕр каялла сулăнаççĕ, çав вăхăтра пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех малалла куçса пыраççĕ — темле ĕç ташши гашлаççĕ тейĕн. Арçын — малти мăшăрта, сарăм тулаш енче. Вăл, тăпачĕпе пуринчен хытăрах сулса, пĕрре çапнипех кĕлте çыххине салатса ярать, тепре çапса, ăна майлăрах çавăрса хурать. Хĕрарăмсем вара çав кĕлтене пĕр шеллемесĕр тĕшĕреççĕ, хĕрхенмесĕр пĕрин умĕнче тепри ăмăртса кӳпкеççĕ. Арçынни ватă, хĕрарăмсем çамрăк. Ватти час ывăнакан пулнă, пĕр сарăм тĕшĕрсе тухичченех «… ăшт… анам-ха» тесе канма кайса ларать. Хĕрарăмсем вара виççĕн юлсан та çапма чарăнмаççĕ, тăпачсен кĕвви çеç кăшт улшăнать: чăваш кĕвви вырăнне майра кĕвви евĕр илтĕнет. Ĕлĕм-Чĕлĕм пĕр ыраш кананне кивве хăварас тенĕччĕ. Кайран Шутласа пăхрĕ тĕ, Ывăлĕсем вăрçăран таврăнсан, тырă çуркуннеччен çитмĕ тесе хăрарĕ. Çанталăкĕ те ăнăçлă, уяр. Çавăнпа вĕсем ялта пуринчен кая юлса авăн çăпаççĕ. Кĕтери час-часах Ермишке кинĕсемпе пĕрле ĕçлет. Виççĕш туслă вĕсем. Кĕçĕнни Праски ятлă. Вăл Кĕтери пек, урăхла каласан, çамрăк хĕр пек, çамрăк та шухă. Хăшпĕр чух хуняшшĕне те ташлаттарса илет. Хуняшшĕ ăна, ачасăрскер пăрахса ан кайтăр тесе, хăтăрма хăрать. Праски ытлашши шухăланма пуçласан, инкĕш çеç чаркалать ăна: «Ан иртĕн, Праски, чипер пул. Çынсем тем калĕç», — тет. Праски ихĕрсе кулать те тарăхнă сасăпах хуравлать: «Эх, инкеçĕм! Эсĕ хуть пурăнса курнă, упăшкуиа икĕ ача тунă. Мана ача тума та вăхăт памарĕç. Ача тăвас килет… » Инкĕшĕ кулса та, юнаса та пăхать: «Мирски Тимук ан илттĕр. Вăл ачасăррисене ача тума пулăшать, теççĕ». «Çук, уншăн ан хăра, — ихĕрет Праски. — Вăл енне кайсан, çамрăкраххине, хам кăмăлланине тупăп». Ирхи апат хыççăн канмаççĕ çынсем. Анчах Ермишке мучи чĕлĕмне паклаттарса ларнă çĕртех çывăрса кайрĕ. «Эсĕ те кăшт кан, инке, — терĕ Праски, — эпир Кĕтерипе хура çырла татса килер». Анкарти хыçĕнче Чулçырман вашăк çыранĕ пуçланать. Унта хура çырла тĕми нумай. Шăп хура çырла вăхăчĕ халь. Кĕтери Праские акка тесе чĕнет: Праски акка тет. Ăнчах васкавçă хĕр çăварĕнче икĕ сăмах пĕрре пулса тухаççĕ: Праскакка. Çамрăк хĕрарăмсем вĕрлĕк урлă каçнă чух çул çинче тусан çĕкленчĕ. Пĕчĕк тусан. Тусанне те паллакан пулнă Кĕтери. Вăл чарăнса кĕтсе тăчĕ. Икĕ кустăрмаллă урапана палласан, ăна капансем хыçне пулса çухаличченех куçпа ăсатса ячĕ. Праски кулма пуçларĕ: «Сан каччу мар вăл, Кĕтери. Мирски Тимук хĕрсене юратмасть, тăлăх арăмсене анчах çупăрлать». Кĕтерие ун пек сăмахпа кăпăр-капăр аптратаймăн. Акă вăл хура куçне хĕссе илчĕ те çивĕч чĕлхипе: «Эс ăçтан пĕлетĕн вара? Сана та çупăрласа курман-и вăл?» — тесе тĕртсе те илчĕ. — Ан çиллен, Кĕтери, — терĕ Праски, йăвашланса. — Эс камшăн тунсăхланине каламасăр та пĕлетĕп. «Акă Мăрзабай тарçи хиртен таврăнать. Трашук та паян таврăнмасть-ши?» — тесе шухăшларăн вĕт. Каччу — хирте çеç санăн. Ан кулян, хиртен кĕтни — вăрçăран кĕтни мар. Таврăнĕ-ха каччу… — Ман каччă мар вăл. Эс ним те пĕлместĕн, Праскакка. — Кам каччи вара? Трашук сана юратать пуль… — Сарă сăран пушмака юратать вăл, — терĕ те Кĕтери çырла татма пĕшкĕнчĕ. Трашукĕ чăнах та Кĕтерие аса та илмест иккен. «Ялта мана аннерен урăх никам та кĕтмест», — шухăшлать вăл, апăрша. Çу каçа хĕвел хĕрхенмесĕр хĕртрĕ Трашук пуçне. Çумăр е сиввĕн лӳшкетрĕ, е ăшшăн çупăрларĕ унăн çанçурăмне, çапах йĕкĕт уншăн типсе те лармарĕ, ирĕлсе те каймарĕ. Çут тĕнчере пурăнма, хăйĕн телейĕшĕн кĕрешме ĕçре хĕрсе пиçрĕ. Утă çулчĕ, тырă вырчĕ, ыраш акрĕ. Халь каллех çĕртмере, акапуç хыççăн çӳрет. Авăн çапнă çĕре çеç лекеймерĕ Трашук. Трашукăн пуçĕнче ĕнтĕ каччă шухăшĕ кăна мар. Нумай шухăшлать вăл. Рамаш килсе кайнă хыççăн пушшех шухăша каякан пулчĕ. … Рамаш ашшĕ большевик. Ятрус учитель Кăяш Тимкки пирки те çапла каларĕ. Хăй те ырлать-шим большевиксене? Кăмăлне уççăнах налăртмарĕ, анчах: «Питĕ лайăх сăмах, питĕ хитре сăмах», — терĕ. Çав вăхăтрах: «Ман Белянкинсемпех айкашма тивет», — терĕ тата. Ун пек çынсен пуçĕсем те пăтранаççĕ иккен… Мĕскĕн атте патшасăр пурнăçа курса юлаймарĕ. Мĕн калĕччĕ-ши хальхи самана пирки? Астăнпа айван çын марччĕ хăй. Рамаш ашшĕие юрататчĕ вăл. Ун пиччĕш пулса (пирĕн асаннесем пĕртăван), тепĕр чух ятласа та йлетчĕ ăна: ĕçке ернĕшĕн, лаша сутса граммофон туяннăшăн… Мăрзабайсене те хисеплетчĕ атте. Çимун пиччене уйрăмах юрататчĕ, ун ашшĕне час-часах аса илетчĕ. Ва-тăлмасăрах çĕре кĕчĕ вĕт. Вилĕмĕ мĕнрен килчĕ-ши? Тытамак чирĕ вĕрĕлнĕ терĕç. Те чăн, те суя. Эх, лаша пирки мĕн тĕрлĕ ĕмĕтленсе пурăнчĕ. Пулать те вĕт: лашана пулах пĕтрĕ вĕт хăй… Унтан шухăш каллех Мăрзабай килне пырса тăрăнать. Питĕ ăслă та сумлă çын, Павăл мучи, анчах юлашки Вăхăтра нумай ĕçе пуçланă. Чĕмсĕр Тимук пичче кунта кăмăшка вĕретсе яла леçсех тăрать. Хуçана юри ĕçтерме тăрăшат-ь мар-и? Мирски Тимук хăй халь сахал ĕçлекен йулчĕ. Аржанов именийĕ çывăхĕнче лартнă хирти пӳртре (пӳртне çавăншăнах лартнă тейĕн) пĕрмай кăмăшка вĕретсе айкашать, унтан яла кайса вăхăт ирттерет. Чăннипе эп Мăрзабайшăн кирлех те мар, çапах тара тытрĕ-ха. Мĕн тӳрĕпе? Кĕрӳ тăвап терĕ. Анчах самахне мана хама мар, Велянкина ӳçĕр пуçпа каларĕ. Пурпĕрех ун сăмахĕ асран каймасть. Шухăшлать, çĕнĕрен те çĕнĕрен хавхаланать йĕкĕт, анчах хуçан аслă хĕрне темшĕн шута илмест вăл. Пуçра та çук çав Кулине. Çыру килсен, Тимук пиччерен парса яма хушса хăварнăччĕ Трашук. Рамаш çырăвĕсем пулкаларĕç, тĕлĕнтеркелерĕç йĕкĕте. Таçта тĕнче хĕррине тухса кайнă хăй! Юлашки çырăвĕ хурлантарсах пăрахрĕ: «Ольăран çыру килми пулчĕ, — тесе çырать Рамаш. — Мĕн пулнă-ши? Мана манса каллех Фальшинпа çыхланман-ши вăл? Çук, апла шухăшлас килмест. Шанатăп эп ăна! Чирлесе ӳкмен-и? Пĕр-пĕр инкек пулман-и? Лешеккине кайса пĕлсем, тусăм. Хăвăртрах çырса пĕлтер. Илюша патне те çырса пăхрăм, унран та ответ пулмарĕ». Хурланчĕ, çунчĕ, вĕтеленчĕ Трашук. Пĕртен-пĕр çывăх тус пур тĕнчере. Çавăн пĕчĕк ыйтăвне çырлахтарма та май çук. Çапла иккен тарçă пурнăçĕ. Пĕр кунлăха çеç ĕçрен хăтăлса яла кайса килесчĕ. Пукравччен шухăшламалли те çук. Шухăшласан та, усси сахал. Тарçăн шухăшĕ пуса чечек пек — çырласăр… Анчах мĕскĕн тарçă пирки шухăшлакан çын та пур иккен тĕнчере. Пĕррехинче, яла кайса килнĕ хыççăн, Тимук кичем сасăпа кăчăртатрĕ: — Çимун салтакран килнĕ. Сана халех яла таврăнма хушрĕç. Трашук хăй тем пек савăнса ӳкнине «тискер кайăк» умĕнче пĕртте палăртмарĕ, шăппăн мăшлатса, яла кайма хатĕрлене пуçларĕ. Хăйне хăй çапла тыткалама чĕмсĕр Тимукранах вĕренчĕ пуль. Трашука астăвакансем, ăна тӳсеймесĕр кĕтекенсем пур-ха: Чулçырмара та, Лешеккинче те… Çимунĕ тесен, вăл халь сурансенчен сывалса çитменнипе килте хăна пекех пурăнать-ха. Хушăран пĕчĕк ачипе йăпанать. Арăмĕ ĕçре, анчах каç пулсан, арăмĕ ĕçрен пушаннă вăхăтра та шăкăл калаçни çук вĕсен. Сисет-ши мĕскĕн Пăлаки упăшки ăна юратманнине? Çын çинче салхуланса, хурланса çӳремест вăл. Сăн-пичĕпе савăнăçлă çын пекех курăнать. Питçăмартисем хăйĕн хĕп-хĕрлĕ — юн пĕрĕхес пек. Çынпа калаçнă чух вăл сасăсăр кулнă пек туйăнать, анчах кулли унăн — айăплă çын кулли пек. Пăлаки савăннине те, хурланнине те сисеймĕн. Вăл çилленме те пĕлмест тейĕн — ялан пĕр тикĕс сасăпа калаçать. «Мĕскĕн Пăлаки, — шухăшлать Çимун тепĕр чух, — чĕмсĕр тӳсетĕн эс хăвăн кичем шăпуна. Хам шăпа та санăнни пекех мар-и? Эпĕ те, эсĕ те айăплă мар уншăн. Пире паллаштармасăр пĕрлештерчĕç вĕт». Çук, юратмасть Çимун мучăш тупса панă арăмне. Анчах шеллет. Хăйне тата ытларах шеллет. Тăван мучи, атте вырăнне пулнă çын, пурнăçа пăсса хуче. Инçе те мар, юханшыв урлă çеç, юратнă хĕр пурăнать. Çимун салтака кайнă чух качча тухманччĕ вăл. Салтаксене хулана ăсатас умĕн Нюра Куçминккана Çимуна курас тесе çуран пынăччĕ. Арăм пекех мăйран уртăнса макăрнăччĕ. Тен, качча кайнă вăл халь? Кунта никамран ыйтса пĕлме çук. «Пĕр-пĕр вырăс килсе тухинччĕ хăть», — хурланса ларать паян Çимун Мăрзабайсен тĕп пӳртĕнче. Каç çывхарса килет. Килте Çимунран урăх никам та çук. Урамра та çын курăнмасть. Çакăн пек чух, урамалли кантăка уçса, чӳречерен пăхса ларма юратать салтак. Паян кунĕпех вăл Нюра çинчен шухăшлать. Виç-тăват çул каярах пулни-иртнисем аса килеççĕ. Вăрманта кăмпа татнă чух паллашнăччĕ вĕсем. Кайран Çимун кĕпер урлă Лешеккине çӳрерĕ. Нюра ăна ялтан тухса кĕтсе илетчĕ, унтан иккĕшĕ çынран пытанса пĕр-пĕр арпалăха кĕрсе ларатчĕç. Ытла нумай шухăшланипе шухăшри сăн куçа курăнакан пулмарĕ-и? Урампа Чулçырма кĕперĕ енчен Нюра утса килнĕ пекех туйăнчĕ. Чăнах та, майра хĕрĕ çывхарса килет. Ак пĕр ачаран тем ыйтрĕ те каллех çывхара пуçларĕ. Çук, Нюра мар ку, урăххи. Çимунпа танлашсан, майра хĕрĕ чарăнса тăчĕ. «Çак çалтакла тумланнă çын вырăсла пĕлет пуль, çавăнтан ыйтса пĕлес», — тенĕччĕ Оля (Çимуна тĕлĕнтернĕ майра хĕрĕ çав пулнă), анчах салтак хăй маларах сăмах хушрĕ: — Эсир кама шыратăр, мана мар-и? — кулса ыйтрĕ вăл. Рамаш пекех «эсир» тесе калаçни Ольăна кăртах сиктерчĕ, савăнтарчĕ. Вăл вара çывăхарах пычĕ. — Сирĕн кунта Трашук ятлă пĕр çамрăк яш пур. Çавна шыратăп. Майра хĕрĕ чăваш пекех «Трашук» тени Çимуна тĕлĕнтерчĕ. Унăн пырĕнчи хĕлĕхсем халь ĕнтĕ пурте янăра яуçларĕç: — Апла пулсан кĕрĕр кунта, эп çав Трашука кĕтсе ларатăп, — терĕ те Çимун крыльца çине чупса тухрĕ. Кĕтсе ларатăп тесе юриех суйса каларĕ — хĕр тепĕр еннелле пăрăнса каясран хăрарĕ. Оля кун пек чаплă çуртра пулса курман. Фальшинсен пӳртĕнче пулнă вăл. Пӳрт пĕренисене тул енчен сăрланă пулсан та, шалта кунти пек таса та илемлĕ мар. Кунта тулти пӳрчĕ икĕ пӳлĕмлĕ, шалти пӳрчĕ виçĕ пӳлĕмлĕ. Кĕтесре сарлака çӳлçăллă йывăç ӳсет. Стенасем, тăм пӳртри пек, тип-тикĕс. Пĕр енче тĕрлĕ ӳкерчĕксем çакăнса тăраççĕ. Сĕтелĕ çаврашка. Хыçлă тенкелĕсем те çаврашка, ларма ăнăçлă. «Кам патне килсе кетĕм-ха? Трашук çакăнта пурăнать-ши?» — шухăшларĕ Оля. Анчах Çимун хĕре нумай шухăшлаттармарĕ, калаçтарма тытăнчĕ. — Эпĕ Семен Тимофеевич Николаев пулатăп. Вырăссем пире Мурзабайкинсем теççĕ. Эсир мĕн ятлă, кам таврашĕсем? Оля та хăйĕн ятне каларĕ. Мĕн тӳрĕпе Трашука шыраса килни çинчен ыйтсан, Оля труках хăйĕн хуйхи-суйхи пирки калама именчĕ. Хĕр хĕрелсе ӳкнине курсан, Çимун тавçăра пуçларĕ. — Эсир Трашукпа иаллашнăшăн савăнатăп, — терĕ вăл. — Пит лайăх ача. Мучи патĕнче тарçăра ĕçлет пулсан та, маншăн тус вăл. Пирĕн хушăмăрта секретсем çук. Куратăп, эсир тин паллашнă çынпа калаçма именетĕр. Хам сире пример кăтартса парам. Малтанах сиртен ыйтмалли пур-ха. Эсир Федунова Нюрăна пĕлетĕр-и? Çав мĕнле пурăнать? Качча кайнă-и, кайман-и? Çимун çакна ыйтнă чух çапах та пăлханчĕ, кăшт хĕрелчĕ те. Ольăн юратупа çунакан чĕри ăна тӳрех сисрĕ. Вара хĕр Нюра пирки хăй мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Качча кайман, хулара пурăнать тенине илтсен, салтакăн куçĕсем тата хытăрах ялтăра пуçларĕç. Кампа та пулин Нюра пирки калаçас килнипе антăхса пурăнакан Çимуншăн Оля пĕлĕт парни пекех туйăнчĕ. Пырĕнчи кĕсле хĕлĕхĕсене тĕрлĕ сасăпа янăратса, юмах янă пек каласа ларчĕ. Çимун пулни-иртнисем çинчен асăнчĕ. Пулайманни пирки макăрас пек ӳкĕнчĕ, иртейменни пирки çамрăк каччă пекех ĕмĕтленчĕ. Оля та вара мĕн тӳрĕпе Трашука шыраса килни çинчен ним пытармасăр каласа пачĕ. Халиччен курман-палламан çын уншăн тăван пек туйăнчĕ. — Эп хамăн çамрăк тусшăн, тăлăх Трашукшăн, савăннăччĕ. Анчах чĕрине ман пекех Сухоречкăра хăваракан каччă урăххи пулнă иккен. Астăватăп Тайман Сахарĕн аслă ывăлне. Ялтан кайнă чух вăл пĕр вуннăра-вунпĕрте пулнă. Шухă ачаччĕ. Халь каччă пуль çав ĕнтĕ. Ан пăшăрханăр, Оля, çакăн пек хитре хĕре юратнă каччă теприне нихçан та юратмĕ. Кун пек чух юратакан хăрах чунсемшĕн хăйсем хушшинче калаçнинчен хакли ним те çук. Кăмăл уçса калаçма вĕсене ним те чарса тăмарĕ: тĕрлĕ арлăх та, çулсем тан марри те, Трашука паян кетмелли çук иккен. Килсен — ыран е виçмине килмелле. Çапах ырă çынпа паллашнăшăн ӳкĕнмерĕ Оля. Тата тепĕр лайăх чăвашпа, хитре чăвашпа, паллашрĕ вăл. Тен, Ольăн хăйĕн те чăваш хушшинче пурăнмалла пулĕ. Чаплă йывăç çуртра пулнă хыççăн çĕр чавса тунă пĕчĕк пӳртре те пулса курчĕ паян тунсăхпа касăлакан хĕр. «Ай, турăçăм, ак ăçта пурăнать иккен пирĕн Трашук! — шухăшларĕ Оля, çĕр пусмапа путвала аннă пек аннă чух — Пирĕн енче çĕрпӳрт мар, хура пӳрт те çук». Алăк уçса, çĕр айĕнчи тĕттĕме чăмрĕ Оля. Алăка çурăмпа тĕрелесе кăшт тăнă хыççăн тин пӳрт ăшĕ куçа курăна пуçларĕ. Пĕртен-пĕр чӳречи мунча тĕннинчен пысăках мар. Сăпани килтеччĕ. Майра хĕрĕ килсе кĕнине курсан, тĕлĕнсе хытсах кайрĕ вăл, сăмах чĕнейми пулчĕ. Чĕнес тесен те, вырăсла пĕлмест. Майра хĕрĕ те салам сăмахĕсем каланă хыççăн чĕмсĕрленчĕ. Хăйсем те чухăн пурăнаççĕ, анчах кун пек чухăнлăха вăл нихçан та курман. Хурланнипе унăн кăмăлĕ тăвăна пуçларĕ. Кăмака çинче карчăк ахлатнине илтсен, Оля кăмака çумне пырса сĕвенчĕ те макăрса ячĕ. Сăпани пăлханса-хăраса ӳкрĕ. Ак тамаша! Мĕн пулнă-ши ку майрана? Мĕн тӳрĕпе кунта макăрма килнĕ вăл? Сăпани куçĕ тĕттĕмре пурăнса хăнăхнă — хĕр куççульне лайăх курать. Анчах чĕри ĕмĕр чухăнлăхра пурăнса хытса кайнă — Ольăн чунне мĕн ыраттарнине курмасть. Кăшт лăплансан, Оля пуçне çĕклерĕ, куççульне шăлса йăл кулчĕ. Сăпанишĕн пӳрте хĕвел çути кĕнĕ пекех туйăнчĕ. Оля Рамашран вĕреннĕ сăмахсене манман, анчах вырăнлă пулмĕç тесе чăвашла калаçма хăрарĕ. Вырăслах каларĕ. Сăпани кăшт ăнланкалать. «Письмо» сăмаха вăрçă вăхăтĕнче пурте ăнланакан пулнă. «Тражук», «Рамаш», «письмо» сăмахсене майра хĕрĕ çине-çине каланăран тавçăра пуçларĕ хĕрарăм: «Письмо пур, пур, — терĕ. — Рамаш письмо пур, Трашук поле пашул». Оля мĕн кирлине ăнланчĕ. Майрă хĕрĕ, Чулçырма кĕперĕ урлă каçса, каçа хирĕç вăрмана кайнине куракансем чылайччен тĕлĕнсе тăчĕç. «Рамаш сукмакĕпе» çӳресе курман çав вĕсем. Илюша ăна шыв хĕрринче кĕтсе илчĕ. Оля хăй мĕн курни-илтнине хăвăрт каласа пачĕ. — Рома манман, — терĕ вара Илюша. — Халь сана калам ĕнтĕ. Акă мĕнле шухăш килсе кĕчĕ ман пуçа. Пирĕн уксах почтальон шанчăклă çын мар: ĕçме юратать. Çавна Васька ĕçтерсе сан патна е ман пата килекен çырусене илсе тăрать пуль. Эп кайса уксах Афонька чунне силлем-ха. Тунмĕ! — Ан хăтлан, — терĕ Оля. — Малтан Трашука кĕтсе илер. Вăл ыран-паян килсе çитмелле. Тен, кăлăхах çынна кӳрентерĕн. Илюша килĕшнĕ пек пулчĕ. Трашук яла тепĕр кун каçпа таврăнчĕ. Хĕвелпе пиçнĕ, тусан айне пулнă сарă каччă халь хуралса кайнă. Никам та ан куртăр тесе, вăл Мăрзабай картине хыçалти хапхаран килсе кĕчĕ. Лаша тăварса тĕрмешнипе хăй никама та асăрхаймарĕ. Хыçалти картана тата пĕр чĕрĕ чун пырса кĕнĕ иккен. Асăрханă пулсан, лаша тăварайми вăйсăрланĕччĕ. Наçтук ытахальтен çеç: «Трашук мучи, эс чикан пек хуралса кайнă, кайса сик часрах шыва», — тесе сăмах хушасшăнччĕ. Анчах тем чарса тăчĕ ăна. Трашук ĕçре епле йăрă иккен! Çук, куншăн та мар чарăнса тăчĕ хĕр. Пĕркун килсе кайнă Леонида астутарчĕ ăна мĕскĕн каччă. Чăнах çавăн евĕрĕ пур. Кăшт çӳллĕрех çеç. Çӳллĕрех пулни пăсмасть, каччăшăн вăл тата лайăхрах. Наçтукшăн Трашука паян тин курнă пек туйăнчĕ. Именчĕ. Каччă асархиччен вара вăл, сас-чĕв ан пултăр тесе, шăппăн ярса пусса, хыçалти картаран тухса кайрĕ. Трашук хĕвел çути пĕр самантлăха ун еннелле ăшăтса пăхнине курмасăр-сисмесĕрех юлчĕ. Малашне çавăн пек телейлĕ самант пулĕ-ши уншăн? Çав шухăш та каччă пуçне килсе кĕме пултарайман. Шел. Тен, иккĕшин те шăписем урăхла пулма пултарĕччĕç. Трашук мунчара е çырмара çăвăниччен Çимуна курма каяс мар терĕ, килне васкарĕ. Килте амăшĕ ăна ĕнер Оля килсе кайни çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ. Хĕр, Рамаш пекех, çыру килменнипе тарăхать иккен. «Часрах кайса лăплантарас Ольăна!» Çимун килнĕренпе икĕ эрне иртнĕ. Тискер Тимук пĕрре те асăнмарĕ ун пирки. Пулать те çын! Çимун пиччене курса ĕлкĕрĕп-ха терĕ те Трашук мунча кĕтмесĕрех, шыва кĕмесĕрех кĕске çулпа, Рамаш сукмакĕпе, Лешеккине чупрĕ. Хăйĕн чĕри те хăрах, теприсен хăть хăрах ан пулччăр терĕ пуль телейсĕр каччă. Хăйă çутипе Кĕрхи каç вĕçĕмсĕр вăрăм. Кăçал вăл тата вăрăмрах пек туйăнать. Чӳречесем лампа çутипе çуталми пулчĕç. Хăйă çутипе нумаях ĕçлесе лараймăн. Хĕрарăмсем каçранах çывăрма выртаççĕ — краççын пĕтнĕренпе кĕрхи каç пир тĕртми, тĕрĕ тĕрлеми пулчĕç. Хĕрупраç парăнмарĕ. Улах чӳречисенче авалхи çутă мĕлтлетет — хăйă çути. Анчах улахра та халь тĕрĕ тĕрлемеççĕ. Кĕнчеле арлаççĕ те алса-чăлха çыхаççĕ улахри хĕрсем. Каччăсем вара краççын пĕтнĕшĕн пачах кулянмарĕç, кулянма мар, савăнчĕç — тĕттĕмрех чух хăюллăрах вĕсем… Пĕлтĕрсенче салтака лекмен мăн арçынсем лампа çутипе юмах итлесе ларма çӳретчĕç. Халĕ те çав йăлана пăрахман вĕсем. Малтикассем Шатра Микка юмахне, тăвайккисем Курпун Лявук юмахне итлеме çӳреççĕ. Арçын улахĕнче лампа та çутмаççĕ, хăйă та çунтармаççĕ халь. Тĕтĕм-сĕрĕм, пурте табак туртнăран, хăйăсăр та самаях чыхăнтарать. Юмах-сăмахĕ вăл тĕттĕмре те лайăх илтĕнет. Анчах тĕттĕмре çынçем харсăрлаичĕç. Юмахçăсене пӳлекенсем, шавлакансем тупăнчĕç. Елĕкрех пулсан, ватăраххисем юмах итлеме чăрмантаракан пуçтахсене хăтăрса пăрахĕччĕç. Халĕ шарлама мар, хăйсем те хăюллисен сăмахне хăлха тăратса тăнлама хатĕр. Чăнах та, кăçал ытларах çĕнĕ халапçăсем сăмахлаççĕ: курма килнĕ фронтовиксем е вăрçăран ĕмĕрлĕхе хăтăлнă уксах-чăлахсем. Пăтранчăк самана пирки тĕлĕнмелле хыпарсем калаççĕ вĕсем. Юмахçă пек пĕр тикĕс лăпкăн юхтармаççĕ сăмаха, кăшкăрашса калаççĕ, хăйсем хушшинче хирĕçсе, вăрçса каяççĕ. Самана сывлăшĕ тĕттĕм чăваш ялне те килсе çапрĕ. Тĕнчери лару-тăру пирки ниçта тухса çӳремен мăк сухалсем те интересленекен пулчĕç. Вĕсене те малашлăх хумхатать. Анчах малашне мĕн пулассине пĕлсе калаçакансем çук çав. Мăрзабай Çимунĕ ыттисенчен тулăклăрах калама пултарĕччĕ. Вăл та темшĕн шарламасть. Пĕлнĕ-пĕлмен лапăртатма юратмасть пуль. Тепĕр сăлтав та пур ĕнтĕ: унăн халлĕхе урăх хуйхă-суйхă. Трашук хиртен таврăннăранпа Çимун, Мăрзабай килĕнчен уйрăлса, çĕнĕ çĕре куçса ларма пикенчĕ. Кĕçех ялта «пĕлсе» калаçакансем те тупăнчĕç. Икĕ салтак Мăрзабай Çимунĕ пекех салтакран яланлăха таврăннă. Анчах пĕри чулçырмасем мар — самлейсем. Тата салтак та мар иккен вăл. Ун пирки çынсем кайран тин пĕлчĕç. Малтанах ăна салтак тесех йышăнчĕç. Темшĕн вăл тăван яла кайман. Чулçырмана мăнаккăш патне килнĕ. Салтакăн хушамачĕ питĕ чаплă: Медведев. Çапах ăна хушаматпа чĕнмеççĕ, Летчик-Микка тесе чĕнеççĕ. Летчик пулма аэропланпа вĕçсе курман-ха вăл. Çынсем Медведева летчик тесен те, вăл хăйне хăй матрос тет. Чăнахах та карттусĕ унăн сăмсасăр, хура пиншакĕ çутă тӳмеллĕ, хура йĕм пĕççисем майра юбки пек шалпар. Яш-така хитре каччă тейĕн хăйне. Сухалне-уссине иĕрмаях хырса тăнăран çап-çара тути-янаххи авланман каччăнни пекех çамрăклатать ăна. Хăй калама çук вĕçкĕн. Улаха çӳресе хĕрсем çумне йăишăна пуçларĕ. Хĕрсемех ăна Летчик тесе ят пачĕç. Улталаймарĕ вĕсене Микка, эп авланман, каччă пуçăк вăрçа кайрăм тесе. Таçтан пĕлнĕ хĕрупраçĕ. «Микка арăмĕ амашкаланса ача тунă, çавăнпа та вăл яла таврăнасшăн мар», — тесе калаçа пуçларĕç. Чулçырмара Миккан мăнаккăшĕнчен пуçне те хурăнташсем тупăнчĕç, ăна хăнана чĕнсе хăна турĕç, çавна май вăрçă хыпарĕсене лайăхрах пĕлме тăрăшрĕç. Летчик суйса калаçнине сисекенсемех пулмарĕç. Аслăраххисем сиснĕ пулсан та шарламарĕç. Ермишке мучи те Самлей чăвашне чĕнсе хăна тăвасшăн пулчĕ. Елĕм-Чĕлĕм кинĕсене курсан, Летчик савăнса кайрĕ. Хитре те уçă кăмăллă арăмсем. Кĕçĕнни çамрăк, çитменнине — Самлей хĕрĕ тата. Хĕр чух Миккапа та çӳресе курнă. Старик эп сан… укку пулатăп тесе чул çапса чĕлĕмри табакне сирпĕтсе ларнă хушăра Летчик куçĕсем Праски чĕрине сисмесĕрех вут тивертме пикенчĕç. Çамрăк хĕрарăмăн выçăхнă чĕрине тивертме пĕр хĕлхем те çителĕклĕ, Микка куçĕнче — пин хĕлхем. Ватти чĕлĕмне тепре тултарса тивертичченех кĕçĕн кинĕн чĕри ялкăша пуçларĕ. Хуняшшĕ паян кинĕсене: «Тухăр тулти пӳрте, эсир… айран чей ĕçĕр», — тесе каламарĕ. Вăл салтак пурнăçĕ пирки, вăрçă хăçан пĕтесси пирки хăнине калаçтарасшăн пулчĕ. Кĕçĕн ывăлĕнчен çыру илменни нумай пулать. Çавăншăн хытă пăшăрханать старик. Микка нумай калаçать, анчах тулăксăр. Çавна сисеймерĕ Ермишке мучи хăйĕн хуйхине кура. Хуняшшĕ хăйсене тулти пӳрте тухма хушманшăп савăнса, Праски сĕтел хушшине хăпăл-хапăлах кĕрсе ларчĕ, Миккапа юнашарах пулчĕ. Инкĕш тулти пӳртре икерчĕ пĕçернипе сĕтел хушшине ларма ерçмерĕ. Праски çума ларнă хыççăн Микка сăмахĕсем пушшех тулăксăрланчĕç: — Пирĕн флот пек хăватли тĕнчере те çук, — сӳпĕлтетрĕ вăл. — Кронштадтра тупă пени Берлина илтĕнет. Нимĕç патши хăрать пиртен. Вăл Кайзер ятлă. Микулай патша матроссенчен хăраса шыва сикрĕ, хăй ише пĕлмест, кăравул кăшкăрса ячĕ. Гриша Распутин ăна шывран туртса кăларчĕ те: «Эп сана хăтартăм, эс мана хăтар туппир», — терĕ. Вĕсем иккĕшĕ те вара Англи патшин карапĕ çине ларса тарчĕç. Ермишке мучишĕн патшисем, распутинсем мурне кайса кĕччĕр, вăл ывăлĕсен шăпине пĕлесшĕн тĕпчет салтака. — Ман кĕçĕнни, Кĕркури, Румыни çĕршывĕнче çапăçатчĕ. Виç-тăват уйăх ĕнтĕ çыру килменни. Унта ĕçсем мĕнле пыраççĕ? Çавна пĕлес килет. — Румынире? — тем пĕлекен çын пек сăмаха тăсса каларĕ Летчик-Микка. — Унта нимĕç çарĕсем пирĕн çара пĕтĕмпех аркатса тăкнă. Флотсăр çапăçаймаççĕ пирĕннисем. Тинĕс çук унта — Румынире. Çавăнпа эпир вĕсене çăлма пыраймарăмăр. Çав вăхăтра паттăр салтак-матрос çумра тачă ларакан Праски урине хĕсрĕ. Праскин, салтак сăмахĕсене илтсен, макăрмаллаччĕ, вăл макăрас вырăнне куçне ялтăртаттарса салтак куçĕнчен йăпăрт пăхса илчĕ. Леш вара çамрăк хĕрарăма чавсаран ачашласа чĕпĕтрĕ те пушшех çатăлтата пуçларĕ. Ермишке мучи, хурлăхлă хыпар илтсен, пуçне усса ларчĕ. Анчах, кăшт ларсан, тавçăрса илчĕ: — Кĕркури тинĕс пирки те асăннăччĕ пĕр çырăвĕнче. Хура тинĕспе карап çине ларса кайрăмăр тесе çырнă пек астăвап, — терĕ вăл, — Хура тинĕс Турци çĕршывĕнче вăл, Румыни çывăхĕнче мар, — касса татрĕ хăйне хăй матрос текен Микка. Хăна сĕтел хушшинчен тухнă чух Праски вĕçкĕн салтака тепĕр хут куçпа çунтарса илчĕ те, купарчине пăркаласа, пӳртрен тухса кайрĕ. Ермишке старик хăнине ăсатма тухмарĕ, ахлатса çĕнĕрен чĕлĕм тултара пуçларĕ. Хăна тухса кайнă хыççăн Ĕлĕм-Чĕлĕмĕн аслă кинĕ Хĕвекле тулти пӳртре тем пăшăрханнă пек пулса юлчĕ. Пĕчĕк хапха чĕриклетни илтĕнмерĕ. Вара Хĕвекле те тула тухрĕ. Тăм кĕлет алăкĕ уçă, килкартинче никам та курăнмасть. Хĕле кĕричченех çак кĕлетре çывăраççĕ Ĕлĕм-Чĕлĕм кинĕсем. «Ку салтакпа Праски иккĕшĕ те кĕлете кĕрсе кайман-ши?» — хыпăнса ӳкрĕ асли. Алăк натне асăрханса çывхарчĕ. Праски ихĕлтетни илтĕнет! Çавăнтах арçын сасси те пур. Акă кĕлет алăкĕ хупăнчĕ. Хĕвекле хăй намăс ĕç тунă пек хĕремесленсе кайрĕ. «Праски вăхăчĕ çитрĕ-шим? Ах, намăс кăтартать пире ку Самлей хĕрĕ. Каччи те самлейсем. Каччă! Чху!» — лач сурчĕ те Хĕвекле ним тума аптранипе Кĕтери патне чупрĕ. Кĕтери килтех пулчĕ. Хĕвекле инкен пăтранчăк та пăлханчăк сăмахĕсене хăвăрт ăнкарчĕ çивĕч ăслă хĕр. «Мĕн пулать те мĕн килет… Ĕлĕм мучин килне намăсран çăлар эппин», — терĕ те хĕр çатан шăтăкĕ витĕр кӳршĕсен килкартине чăмрĕ. Хĕвекле, васкамасăр Кĕтерисен вĕрлĕк хапхинчен тухса, хăйсен хăма хапхи патне çывхарчĕ. Çав вăхăтра кĕçĕн хапха шаклатса уçăлчĕ. Летчик-Микка хапхаран сиксе тухрĕ те кĕпер урлă чупнă пек васкаса каçса кайрĕ. Хĕвекле ĕçсем çапла хăвăрт пулса иртнинчен тĕлĕнсе ӳкрĕ. «Ай, Кĕтери! Кам сана качча илсе ырă курĕ-ши?» — терĕ вăл, савăнса. Праски хăй вырăнĕ çинче ӳпне çаврăнса выртнă. Кĕтери ун умĕнче сăмах чĕнмесĕр тăрать. Инкĕшĕ пырса кĕрсен, Праски пуçне çĕклерĕ те: «Тухса кайăр иксĕр те, мана пĕчченех хăварăр!» — тесе кăшкăрчĕ, вара минтерне çыртса ĕсĕклесе макăрса ячĕ. Хĕвеклепе Кĕтери ерипен кĕлетрен тухрĕç, кĕлет алăкне хупса хăварчĕç. — Епле çак çăхана çав тери хăвăрт хăваласа яма пултартăн эсĕ, Кĕтери? — ыйтрĕ Хĕвекле. — Суеçĕ çынна суйса çеç çĕнтерме пулать, — терĕ Кĕтери, кулса. — Вăлсалтак та мар вĕт, матрос та мар. Самар хулинче пĕр лавккаçă патĕнче ĕçленĕ вăл. Курпун пиччĕшĕн хучĕсене кăтартса, вăрçăран хăтăлса юлнă… Матрос тумне таçтан тупнă тата. Сутăн илнĕ пуль… — Çапах та мĕнле сăмах каларăн эс ăна? — Пиччӳ сана шыраса килнĕ, чуп часрах Каçăр Натали патне, çавăнта кĕтсе ларать терĕм. — Ма Натали патне ăсатас терĕн вара ăна? — Тăлăх хĕрарăм. Упăшки виçĕм çулах вăрçăра вилнĕ. Хĕрсене, арлă арăмсене пырса тапăниччен Каçăр Натали пуçне çавăртăр терĕм. Наталякка ахалех кăларса ямасть ăна. Асту ман сăмаха: киле кĕртет вăл ку вĕçкĕн Летчика. Вĕçкĕнлĕхрен урăх ним те çук унăн, çемçешке кăмăллă çын. Çирĕп хĕрарăм аллине лексен, вĕçерĕнеймест вăл. Кĕтери сăмахĕсем часах чăна тухрĕç. Кĕçех ялта Летчик-Микка Каçăр Натали патне киле кĕнĕ тесе калаçа пуçларĕç… Яланлăха таврăннă тепĕр салтакĕ — чăнахах салтак. Ана ялта Виçĕ Якур тесе чĕнеççĕ. Егоров Егор Егорович. ятлă вăл. Ят пама юратакан Чулçырма чăвашĕсемшĕм Виçĕ Якур пулчĕ те вара. Унăн ашшĕ-амăшĕ те, пиччĕшпе шăллĕ те — лутра çынсем. Ку такама кайса хывнă. Тăванĕсем хушшинче ĕне кĕтĕвĕнче çӳрекен тĕве пек курăнать. Кĕлеткепе те, кăмăлĕпе те шултра çын. Сăмси вăрăм та хулăн, сасси хулăн та хаяр. Вăл кампа та пулин ахаль калаçнă чух та ятлаçнă пек туйăнать. Чăрсăр çын. Унăн тути кулма пĕлмест, куçĕнче çутă хĕлхемсем ялкăшмаççĕ. Унăн тĕксĕм те хаяр куçĕсем çын куçĕнчен пăхмаççĕ. Пăхманни те лайăх: ăнсăртран пăхсан, çынна сивĕтсе, хăратса пăрахаççĕ. Çак Виçĕ Якур чулçырмасенчен хăйне хăй «эпĕ большевик» текенни пирвайхи çын. пулчĕ. Большевик сăмахран ял çыннисене сивĕнтерес тесен, урăх ним те кирлĕ мар çав ĕнтĕ! «Нивушлĕ большевиксем пурте Виçĕ Якур пек тăхлан куçлă-çынсем?» — тесе калаçа пуçларĕç ялта. Ял старости халĕ те Фальшин шутланать. Виçĕ Якур патша вăхăтĕнчи старостăна пăхăнас мар терĕ. Урамра вылякан ачасене чĕнсе илчĕ те вăл килĕрен чупса халăха пухăва чĕнме хушрĕ. Вунă-вуникĕ çулхи ачасем вунă минут хушшинче яла урлă та пирлĕ чупса тухрĕç. Кашни чӳречерен шаккаса кăшкăрчĕç: «Пурте Виçĕ Якур патне халех пухăва пырăр! Виçĕ Якур халăха вăрçă çинчен сăмах калать!» Ун пек калама хушманччĕ Якур вĕсене, «вăрçă çинчен» тесе ачисем хăйсемех хушса хунă. Халăх пухăнсан, Виçĕ Якур чăнахах сăмах каларĕ. Сăмахĕ çапла пулчĕ: — Революци пулнăранпа сакăр уйăх çитсе пырать. Эсир çавах та патша чухнехи пекех хăраса пурăнатăр. Тĕрлĕ Фальшинсен влаçне пăхăнма кирлĕ мар. Халăх хăйне хăй хуçа пултăр. Кашни çын хăйне хăй власть, хуçа. Большевиксем çапла вĕрентеççĕ. Эпĕ те — большевик. Итлĕр ман сăмаха. Чăваш йăваш тени ан пултăр урăх. Пилĕк çухрăмра — Киселев улпут именийĕ, сакăр çухрăмра — Хăмăшлăра — Аржанов улпут именийĕ. Халăх юнне ĕçсе пурăннă улпутсене сирпĕтетпĕр. Вĕсем хăйсем таçта иртĕхсе пурăнаççĕ, кунта вĕсен управляющийĕсем анчах. Атьăр, пĕтĕм ялпа кайса, Киселев именине çаратар. Пушкăртсем пире кĕтсе тăмĕç. Вĕсенчен маларах ĕлкĕрес пулать. Вăл пурлăха Киселев хăй ĕçлесе туман. Пирĕн пурлăх вăл, халăх пурлăхĕ. Никамран хăраса тăмалли те çук халь. Эпĕ хам сире ертсе кайăп. Кам та кам пире хирĕç тăрса чăрмантарать пулсан, ак çакна кăтартăпăр вĕсене… Çапла каланă хыççăн Виçĕ Якур сулахай аллипе винтовка çĕклерĕ, сылтăм аллипе пĕр пĕчĕк тукмак пек тимĕр япала йăтса силлерĕ. Çав вăхăтрах Летчик-Микка сасси илтĕнчĕ: «Тĕрĕс калать Егор Егорович. Мĕн хăраса тăмалла!». Анчах пухăва пынă халăх хăраса ӳкрĕ. Такам, хыçалта тăраканни, вара: «Вăрçă хăçан пĕтет? Эс, иçмасса, çавна каласа пар-ха пире», — терĕ. — Каларăм вĕт сире хамăра хамăр власть тесе. Тата сире мĕн кирлĕ? — кăшкăрчĕ Виçĕ Якур. Пухăва Мăрзабай Çимунĕ те пынăччĕ. Кăшт итлесе тăнă хыççăн вăл лăпкă сасăпа, юнашар тăракансем çеç илтмелле: — Пустуя лăпăртатать. Итлемелли те çук. Гранатăпа такама хăратасшăн тата. Каяр-ха луччă килелле, — терĕ. Çимун кайнă хыççăн унпа юнашар тăраканнисем те тухса утрĕç. Халăх Якура хирĕç те, майлă та сăмах чĕнмесĕрех салана пуçларĕ. Анчах Виçĕ Якурăн сăмахĕсене хăлхана чикнисем те тупăнчĕç. Хаяр Макар, Смоляков, Пуян Танюш тата вĕсем пекех çăткăн кăмăллăрах çынсем оратор тавра кĕпĕрленчĕç. Летчик-Микка та кунтах ташласа тăрать. Мăрзабай Павăлĕ хăй пухăва килмен, Мирски Тимука кайса итлеме хушнă. Тимук та юлчĕ. Мăрзабай Çимунĕ халь мучăшĕнчен уйрăлнă ĕнтĕ. Ялта куçса ларма вырăн çукпа пĕрех. Тĕреклĕрех пурăнакан çынсем тырă кĕлечĕсене, пушартан сыхланса, сăрт çине кайса лартнă. Пĕр кĕтӳ кĕлет сăрт айккипе кĕпĕрленсе ларать. Çимун çав кĕлетсемпе Чулçырма çыранĕ хушшинчи пушă вырăна хăйĕн пӳртне куçарса лартнă. Кансĕр вырăн. Шыв ăсма чăнкă çыран айне анас пулать. Çапах та этем, тăрăшсан, пурнăçри кансĕрлĕхсене çĕнтерме пĕлет çав. Çыран айккипе çĕр чава-чава картлашкаллă сĕвек çул турĕç Çимунпа Трашук, Чулçырма шывĕ хĕрринчех алтса çăл кăларчĕç. Халь çав сĕвек çулпа хул урлă кĕвенте çакса икĕ витре таса та тутлă шыв йăтса хăпарма ним те мар. Кĕрхи кун кĕске пулсан та, çурт-йĕр çавăрас тĕлĕшрен кирлĕрех ĕçсене хĕле кĕриччен туса ĕлкĕрчĕ Çимун. Ниме те тумалла пулчĕ, Çимунпа Трашук хăйсем те тар кăларса ĕçлерĕç. Трашук в. алли те пĕр йывăç кĕлетрен пӳрт туса лартрĕç. Урайпа маччине сарса, тăррине витсе ĕлкĕрчĕç. Чӳречесем касса лартмалли тата кăмака купаламалли кăна юлчĕ. Кĕленче тупăнманнипе ку ĕçсене çуркуннене хăвармалла пулчĕ. Трашук халь Çимун патĕнчех пурăнать. Арлă çамрăк арçынпа йĕкĕт хушшинчи туслăх тата хытăрах çирĕпленчĕ. Пĕрне-пĕри шанса, чĕре уçса калаçакан пулчĕç вĕсем. Рамаш çырăвĕсене пĕрле вуласа тĕлĕнеççĕ. Лешĕ юлашки çырăвĕнче: «Белобородов купса патĕнчен тартăм ĕнтĕ, большевиксен комитечĕ хушнипе сăран тăвакан заводра ĕçлетĕп. Тăван яла пырăттăм та — халлĕхе кунтан кайма юрамасть. Тепĕр революци тума хатĕрленетпĕр», — тесе çырнă. — Сан Рамашна курасчĕ, — кĕвиклетет Çимун, — калаçасчĕ унпа. Çыр, часрах килтĕр кунта. Оля пирки тĕртсе хур, хĕрӳ сана ĕмĕр кĕтсе лараймĕ, каллех Васька енне туртăнма пултарать тесе çыр. — Ерçеймест пуль çав, — тет Трашук, ассăн сывласа. — Тепĕр революци тума хатĕрленетпĕр тесе çырать вĕт, ăнланмарăн-им? — Анланмарăм çав, — айвана перет Çимун. — Мĕнле тепĕр революци пултăр тата? — Эп ăçтан пĕлем? Ав, Рамаш пĕлет. Вăл хăй те ашшĕ пек большевик пулнă ĕнтĕ… Ывăнса çитнĕ Пăлаки çĕнĕ кăмака çинче çывăрса кайсан, икĕ тус, шăкăл-шăкăл калаçса е кĕнеке вуласа, кĕрхи каçа кĕскетме тăрăшаççĕ. Халлĕхе Павăл мучи уйрăлнă чух ярса панă краççын пур-ха. Малашне валли вĕсен те хăйă хатĕрлеме тивет. Çимун хушасса кĕтмесĕрех, Трашук, лаша кӳлсе, пĕр лав чельник касса килчĕ. Сарă чечеклĕ, вĕтĕ пăрçаллă хăвана кунти чăвашсем чельник теççĕ. Çав чельнике сĕвелесе, пуртăпа е пысăк мăлатукпа çапса мунчалалантарсан, унтан ăна лайăхрах типĕтсен, пит лайăх хăйă пулать. Ун пек хăйă чĕлсе тунинчен нумай ытларах çутă парать. Трашук чельник сĕвелесе хăйă тума пикенчĕ. — Ытларах хăйă хатĕрле, улах хĕрĕсем валли те çителĕклĕ пултăр, — терĕ Çимун. Пĕр каç Çимун Трашука ирĕксĕрех улаха хăваласа ячĕ. — Кай, кай. Каччă вĕт эсĕ. Капла хăраххăн ватăлса ларăн. Саншăн çунакан хĕрсем пур унта. Пĕр çыхă хăйă илсе кай. Кун пек хăйăшăн чуптăвĕç сана, — терĕ вăл, кулкаласа. Хул айне хăйă çыххи хĕстерсе, тĕттĕм урама тухрĕ Трашук. «Хăш улаха каяс? — кăшт шухăшласа тăчĕ хăй. — Альтук акка патне каяс. Унта Кĕтерисем улах лараççĕ. Наçтук улах лармасть, анчах çав улаха Кĕтери патне пырса çӳрекелет, теççĕ». — Пăхăр-ха, пирĕн пата тепĕр хăйăллă каччă килчĕ. Сан хăййу лайăхрах, Трашук. Кил, сана уншăн чуптăвам, — терĕ пĕри, Трашук пырса кĕрсснех. — Асту, эс ăна чуптусан, тухса тарĕ тата, — ахăлтатрĕ Кĕтери. Зар Ехим хăйчикки умĕнче пуленкерен чĕлсе тунă хăйă çунтарса ларатчĕ. Хăййи юлхавлăн çунать, йăсăрланать, хушăран сӳнсе ларма пăхать. — Зан хăййу лайăхрах, хăвах зюнтар эппин, — терĕ те Зар Ехим хăйчикки умĕнчен пăрăнчĕ. Кĕтери çумне пырса ларчĕ. Хĕрсем хăшĕ арламалли урапапа, хăшĕ йĕкепе арлаççĕ, хăшĕ чăлха-алса çыхаççĕ. Кĕтери туринче — йĕтĕн сӳс. Кăлкан пек, Трашук çӳçĕ пек шурă. Пӳрнипе йĕпетсе, сӳсне туртса пĕтĕрсе ларнă çĕрте Трашук еннелле пăха-пăха илет Кĕтери. «Эх, йĕтĕн çӳç, кăвак куç! Хăçан аташма пăрахăн-ши? Хăçан мана пĕрре те пулин куçран пăхăн-ши?» — шухăшлать вăл. Анчах шухăшне нимпе те палăртмасть. Зар Ехим тĕк ларакан каччă мар. Алли унăн ларнă çĕртех Кĕтери пилĕкне çавăрса илет. Кĕтерийĕ хĕрлемес каччине пĕчĕк турапа çамкаран çатлаттарать. Хĕрсем кулаççĕ. Трашук та кулать. Анчах акă кĕтмен çĕртен алăк уçăлчĕ те, вăл шартах сикрĕ, аллисем чĕтре пуçларĕç. Алăкран Наçтук килсе кĕчĕ. — Эс, Трашук, авалхи жрецсем пек, улах вуттине сыхлатăн иккен, — терĕ Наçтук, хăй вĕреннине кăтартса. Трашук хуравлама сăмах тупаймарĕ. Çунса пĕте пуçланă хăййи унăн чĕтрекен аллинчен тухса ӳкрĕ те сӳнсе ларчĕ. Хĕрсем çухăрчĕç. Кĕтери хăй çумĕнчи каччине питрен çупса илни илтĕнчĕ. — Ан çыпçăн, хĕрлĕ куршанак, — терĕ вăл çупнă майăн. Унтан тата çиллемесрех кăшкăрчĕ: — Çут часрах хăййуна, Трашук. Эх, ĕне пăрушĕ, хăйă çунтарма та пултараймастăн!.. Хĕрсем кулса ячĕç. Наçтук та кулать. Зар Ехим тем нăйкăшать. Трашук кулмарĕ. Тĕттĕмре алăк шаплатса хупăнни илтĕнчĕ. Тахăш ахлатрĕ, тахăш вăрçса мăкăртатрĕ. Трашук илтмерĕ улахри сасăсене, вăл, пӳрт умĕнче темĕскере çапăнса, картишĕнче тĕмескерен такăнса, урама чупса тухрĕ, Наçтук умĕнче çав тери намăс кăтартрĕ ăна качака таки! «Çимун пичче хăй çӳретĕр улаха, — ăшра тусне те çилленсе çĕтĕлчĕ вăл. — Çывăрма та килех каяс… » Тăвăр хушлăх тĕлне çитсен, каялла çаврăнса пăхрĕ йĕкĕт. Сĕм-тĕттĕмре пĕр тĕлте хăйă çути курăнса кайрĕ. — Çунтарăр ман хăййа, жрицăсем, весталккăсем! Мана урăх кĕтсе илеймĕр, — кĕрхи тĕттĕмре çухаласран е урайне ӳкернĕ хăйă евĕрлĕ сӳнсс ларасран хăранă пек сасăпах мăкăртатрĕ Наçтукран кая мар вĕреннĕ мĕскĕн каччă. II. Совет влаçĕшĕн Çĕнĕ самана хыпарĕ Çĕнĕ самана хыпарĕ Каменка ялне те çитрĕ-çитрех. Темле васкамасăр, тавра çулсемпе килчĕ вăл. Николай Васильевич Радаев — хайхи Илюшăпа Ольăн куккăшĕ, яла таврăнсан, килйышсемпе тăванĕсене çеç мар, кӳршĕ-аршăсене те чун кĕртсе савăнтарчĕ. Яла çитнĕ пĕртен-пĕр чăн-чăн большевик Виçĕ Якур пек пуху пухса кăшкăрашмарĕ. Вăл ял çыннисене тимлĕн сăнарĕ, кашнинпех ăшшăн калаçса, ун шухăш-кăмăлне пĕлме тăрăшрĕ. Çĕнĕ самана пуçлансан, кам мĕне юрăхлă пулĕ-ши? Радаев чăваш енне те каçса курасшăн, унти фронтовиксемпе паллашасшăн пулчĕ. Ку ĕçре ăна кĕтмен çĕртен аккăшĕн хĕрĕ пулăшрĕ. Большевик-куккăшне ытла та евĕклĕ кĕтсе илчĕ Оля. Ыттисенчен вăргтăн калаçса, уйрăмах туслашрĕç вĕсем. Оля хăйĕн каччи пирки те куккăшне пĕтĕмпех каласа пачĕ. Лешĕ Самарта Рамаш ашшĕне тĕл пулнă иккен. Ольăшăн ку тепĕр савăнăç пулчĕ. Сăмах май Оля Трашук пирки тата кăмăллă, «культурăллă» калаçакан чăваш салтак пирки асăнчĕ. Чăваш енче Радаев малтан Смоляковпа калаçрĕ, паллах, хăйĕн большевик кăмăлне палăртмасăр, кăшт хурăн-таш тивекен лавккаçăпа вашкăртса сăмахларĕ. Юлашкинчен тин «культурăллă салтак» патне çул тытрĕ. Çак вăхăтра Çимунпа Трашук чăнкă çыран айĕнче çăл пури туса айкашатчĕç. Мăрзабай Çимунĕпе Николай Радаев пĕрне-пĕри паллакан çынсем пек алă парса салам-ларĕç. Ольăн большевик-куккăшĕ çинчен илтессе Çимун Трашукран лешĕ яла таврăничченех илтнĕччĕ те кунта килессе кĕтменччĕ ăна. Евĕклĕ калаçу пуçлама вĕсене Трашук сăмах чĕнмесĕрех пулăшрĕ: — Эс, йĕкĕт, хайхи Трашук пултăн пуль-ха? — терĕ вырăс, ăна та алă парса. — Сан ятна Илюшăпа Оля пĕрмаях асăнаççĕ. Салам калама хушрĕç. Ма ху пырса курмастăн? Нимĕн те чĕнеймен йĕкĕт вырăнне Çимун хуравларĕ: — Ерĕçеймерĕмĕр çав, Николай Васильич. Шуйттан чурисем пек тар юхтарса ĕçлетпĕр. Ĕçрен кăшт пушансанах каçăпăр-ха Трашукпа сирĕн енне. Вырăс хĕрĕсен улахĕнче чăваш хăййине çунтарма пырăпăр, — Çимун, питçăмартине мăкăртса, кăвакарчăн сассиие кулса ячĕ. — Сан ĕлĕкхи вăрттăн ĕçӳсем пирки эпĕ те илтнĕччĕ, — терĕ вырăс та, кулнă май пӳрнипе юнаса, — текех унта сана кĕтсе ларакан хĕр çук. Хӳреллĕ каччăсене йышăнмастпăр эпир. — Хӳре терĕн-и? Чармасть вăл мана. Улаха кĕнĕ чух алăкпа хĕстеретĕп те, калта хӳри пек татăлса та юлать. — Пирĕн хĕрсем сан пек арлă йĕкĕтсене йĕкепе чикеççĕ, турчăкапа хăвалаççĕ улахран, — каллех кулса ячĕ Радаев. — Хӳрине кайран калтанни пек çĕнĕрен ӳстересшĕн-и эс? Мучунтан хăрамастăн-и? Е халăх сăмахĕнчен, е турăран? Турра çапах та ĕненетĕн пуль-ха? — Ан хăрат мана, Николай Васильич. Халь свобода. Патша та çук, турă та çук. Мучирен те тартăм эп, — шӳтлет Çимун, çав вăхăтрах хăй: «Эс манпа шăл йĕрсе калаçма килмен пуль-ха, — тесе шухăшлать. — Кала ĕнтĕ хăвăн сăмахна». Радаев, ун шухăшне илтнĕ пек, ăна алăран çаклатрĕ те: — Эс, Трашук, кăшт кан-ха. Атту ĕçлеттерсе чунна кăларĕ старшина таврашĕ, — терĕ. Пĕр-ик утăм аяккалла утсан, Çимуна урăх сасăпа каларĕ: — Свобода тетĕн-и? Çавăн пирки калаçма килтĕм те сан патна. «Акă ĕнтĕ, мана та килсе хупăрларĕ, — терĕ хăй ăшĕнче Çимун. — Çапла çав. Саманаран кăмака çинче пытанса лараймăн. Тĕлĕнмелле. Ку вырăс чăваш енчи ĕçсем пирки манран та лайăх пĕлет… » — Пирĕн енче те пĕр большевик тупăнчĕ-ха. Пуху пирки илтнĕ-тĕк, ун ятне те пĕлетĕн пуль? Мыскара вĕт, — илтĕнет Çимун сасси. — Пĕлмесĕр! — тет Радаев. — Мыскара çеç пулсан пырĕччĕ: Хăрушă çын… мĕнлеччĕ-ха, виçĕ хут Егор теттĕрччĕăна? Большевик мар вăл. Анархист теççĕ ун пек çынсене. Трашук тепĕр еннелле çаврăнса ларчĕ: «Итлесе ларать тесе ан калăр». Лешсем çывăхрах калаçса тăраççĕ. — Анланса çитейместĕп сана, Семен Тимофеич, — тет вырăс. — Кам эс? Большевик мар, меньшевик мар, эсер, анархист, максималист мар. Кам вара? Шухăшлакан çын-çке эс. Анланасса пĕтĕмпех ăнланатăн та… аяккалла пăрăнса юласшăн пуль. Пӳрте те улах вырăна лартатăн, ав. Асту: пӳртӳ улах та çӳллĕ вырăнта ларать. Чӳречерен пăхсан, пĕтĕм ял — чаваш енĕ те, вырăс енĕ те — ал тупанĕ çинчи пек курăнать. — Чим-ха, ытла ан васкат мана, Николаи Васильич, — хуравлать чăваш. — Мĕнле калас… сочувствующи эпĕ, вăл енне кайсан. Пуринчен ытла большевиксене ырлатăп, анчах вĕсем, власть илсен те, ăна нумаях тытса тăраймĕç тетĕп. — Уншăн та тавтапуç, — терĕ вырăс — Паян шансах каймастăн, ыран самани хăех шантарĕ. Нумай кĕтмелле пулмĕ. Тен, паян-ыран улшăну хыпарĕ килсе те çитĕ. Халлĕхе çав… виçĕ хут Егор мĕн хăтланнине сăна. Улпут име-нине çаратма чухăнсене мар, кулаксене ертсе кайĕ вăл. Систер вара мана, ав, çамрăк тусна чуптар пирĕн енне, — унтан йĕкĕт çинелле пăхрĕ: — Эсĕ те, Трашук, сочувствую-щи-и е хăвăн катари тусу пек большевик пулса çитнĕ-и? — Илюшăна большевик туса çитертĕн пулсан, эпĕ те хатĕр вара, — хăюланчĕ Трашук. — Илюшăна-и?! — терĕ те вырăс сасартăк мăн сасăпа аелати пек ахăрса кулса ячĕ. — Илюшăна-и! — терĕ вăл каллех, кулма чарăнсан. — Виçĕ хут Егор хăраххи вăл, сан Илюшу. Кăштах вĕрентсе илме лекрĕ ăна анархистла хăтланнăшăн. Пирĕн уксах почтальона хĕнесĕ тăкнă вăл, унтан хăех Афонькăна самогон ĕçтернĕ. Хĕнессе: «Ку сана пирĕн çырусене Васька аллине парса тăнăшăн», — тесе хĕненĕ, ĕçтерессе: «Тек апла ан хăтлан. Хăтлансан, тепринче хĕнесех вĕлереп сана», — тесе ĕçтернĕ. Анархист мар-и? Капла эс нихçан та большевик пулаймастăн терĕм эпĕ ăна. Лешĕ, чăнах та, киревсĕр хăтланнă ĕнтĕ, чышкăпа суд тума юрамасть… Вырăс чăвашсемпе курса паллашнăшăн сапăрланни ун ялтăракан куçпуçĕнченех палăрать. Çимун чăнах та савăнтарчĕ ăна: васкаса нимех те шантармарĕ, хăй çавах, кирлĕ пулсан, мĕн тумаллине тума хатĕр пек. Виçĕ Якур пирки Радаев мĕн тӳрĕпе пăшăрханнине Çимӳн лайăх ăнланчĕ: — Пĕчĕк хурахсем пысăк хурах чукмарне вăрласшăн-и вара? — терĕ вăл кулса лăпланнă хыççăн. — Пысăк хурахне çĕнтереймен-ха эпир. Помещик пурлăхне халăхшăн упрас пирки вĕтеленме иртерех мар-и? — Ир мар! — терĕ Радаев çирĕп сасăпа. — Ыран-паян çенĕ самана пуçланатех. Тен, пуçланнă та пуль, хыпарĕ çес пирĕн пата çитеймен-тĕр. Вăл хыпара чарса тăракансем тупăнĕç — кĕпĕрнере те, уесра та, Куçминккара та. — Питĕ хайлăллă çын эс, большевик юлташ. Ытлашши самахламасăрах ман иек айван-тăмпая ăс кĕртме пĕлетĕн. Большевиксем, власть илсен, халăх пурлăхне тустарма мар, упрама, хуçал.ăха ӳстерме тăрăшĕç тетĕн-и? Эсир çав тери перекетлĕ çынсем пулсан, мана мар, Мăрзабай мучине те большевик туса хурăр, — кĕвиклетрĕ Çимун. — Мурзабайкин ытла хулăнрах çав, йĕп çăрти витĕр тирĕнеймĕ, — каллех ахăрчĕ вырăс. — Сан пирки иккĕленместĕп вара. Эс çурри ытла пирĕн ĕнтĕ… Трашук вырăспа чăвашăн юлашки сăмахĕсене ăнланса илеймерĕ. Çапах Ольăи куккăшĕ Çимун пиччĕшпе туслашнăшăн хытă савăнчĕ вăл. Çĕнĕ самана хыпарне Чулçырмара пуринчен малтан никам та мар, Трашук пĕлчĕ. Радаев килсе кайнă хыççăнах вăл Рамашран çыру илчĕ. «Савнă тусăм Трашук! — çырать Рамаш. — Савăнăçлă хыпарсем сирĕн пата та çитрĕç пуль. Çитмен пулсан, пĕлтерем: Российăра çĕнĕ самана пуçланчĕ, халь власть рабочисемпе хресченсен аллине куçрĕ. Çĕнĕ правительство Совнарком ятлă. Ленин юлташ — Совнарком председателĕ. Эпир те кунта уес совнаркомĕ турăмăр. Тата Совет влаçне хӳтĕлеме Хĕрлĕ гварди организацилерĕмĕр. Эпĕ пуринчен малтан çырăнтăм. Шепелев юлташ (халь вăл пирĕн совнарком председателĕ) мана, эпĕ темиçе чĕлхе пĕлнĕрен, тăлмач пулăн терĕ, совнарком тăлмачĕ. Тата машина çӳретме вĕрентесшĕн вăл мана, шофер тăвасшăн». Юлашкинчен Рамаш çапла çырнă: «Халĕ пушшех ерçейместĕп, Трашук. Сирĕн пата Совет влаçĕ татăклă çирĕпленсе çитсен тин пыма пултарăп: Çĕнĕ çула е çăварни тĕлне. Вăл манран хамран килмест ĕнтĕ. Кун пирки Ольăна каламасан та пырĕ. Çырăва Илюшăна çеç кăтарт, ыттисене сăмахпа каласа пар. Сирĕн унта мĕнле? Совнарком тунă-и? Хĕрлĕ гварди организациленĕ-и? Пĕтĕмпех йĕркипе çырса пĕлтер». Рамаш çырăвне Трашук чăн малтан Çимуна вулаттарчĕ. Лешĕ çыру вуланă хыççăн кăмăлсăрланса шухăша кайрĕ, унтан сасартăк Радаевпа хăйĕн мучăшне вăрçса тăкрĕ. — Тĕлĕнмелле мар-и! — терĕ вăл вăрçса ăшне кантарнă хыççăн. — Болыневиксем влаçа хăйсен аллине илнĕренпе вунă кун иртнĕ. Эпир пĕлмесĕр пурăнатпăр. Пытарнă вĕт Радаев пиртен ку хыпара, мучи те манран пытарнă. Енер кăна вăл Куçминккана кайса килчĕ. Унта хыпар пĕлмен мар ĕнтĕ. Ним те шарламарĕ, эсрел. Лешсем те, кусем те мана шанмаççĕ пулать. Çав кирлĕ те сана! Ни шурă, ни хура. Тен, капла лайăхрах та-и, Трашук? Эс кун пирки мĕн шухăшлатăн? Трашукĕ Çимунăн юлашки сăмахĕсене ăнланайманнипе ним чĕнме пĕлмесĕр куçне чылайччен мăчлаттарса тăчĕ: — Е Радаев ун чух хăй те пĕлмен-и? Хальхинче Трашук хĕрсех хуравларĕ: — Пĕлмен, пĕлмен! Тупата туршăн ним те пĕлмен вăл. Çимунăн питçăмартийĕсем кулăшла мăкăрăлчĕç. — Эх, сăваплă чун, ахалех тупа тăватăн вĕт. Лешекки вырăсĕ мĕн пĕлнипе мĕн пĕлменнине ăçтан чухлатăн эсĕ? Юрĕ. Чуп-ха, эппин, Лешеккине. Радаева тупса, Рамаш çырăвне вулаттар. Вара вăл мĕн пĕлнипе мĕн пĕлменнине курăпăр. Эпĕ мучи патне кайса килем. Унпа пĕрле кăмăл туртман кăмăшкана кăшт сыпсан, чĕлхине вĕçерĕ-ха. Мăрзабай хыпар пĕлме çеç мар, хаçатсем те илсе килнĕ Куçминккаран. Мир пирки тата çĕр пирки декретсем пичетленĕ унта. Хаçачĕсем сĕтел çинче выртаççĕ, хай сĕтел хушшинче урă пуçпа шухăша кайса ларать: «Власть кам аллине лекрĕ ĕнтĕ? Ульянов-Ленинран пуçне, пурте палламан ятсем, çĕнĕ ятсем. Керенскисем, Милюковсем, Авксентьевсем çук унта… Кусем мĕнле çынсем-ши? Хăш çулпа уттарасшăн-ши иирĕн мĕскĕн Раççейăмăра? Декречĕсем лайăх ĕнтĕ: хресченсене çĕр кирлех, мирĕ пурне те кирлĕ. Лайăххи лайăх та… чĕре темшĕн вырăнта мар. Ахалех каламарăм çĕркаç Çимуна. Вăл большевиксем пирки нумай пĕлет. «Сана тĕкĕнмĕç вĕсем», — терĕ пĕркун. Тĕкĕнмĕç, кĕтсех тăр! Чим-ха, ма мана тĕкĕнмелле вĕсем? Эпĕ никама та усал туман… Эсерсем епле килĕшнĕ тата большевиксемпе? Сулахаййисем тенĕ, Эх, килĕшӳ, килĕшӳ! Килĕшӳ çукки хăртать çав. Патшалăхра мар, пĕр çемьере те килĕшӳ çук. Çимун большевиксене ырлать, Назар ун пеккисене пуçхĕрлĕ çакма хатĕр… Эх, Назар, Назар. Аçта-ши эс халь? Генералусене хупнă терĕç. Ху ăçта, мĕн туса çӳретĕн-ши? Е пуçтах пуçна çухатрăн-и?! Çухатман пулсан, халĕ мĕн шухăшлатăн? Большевиксене çакас, перес тетĕн-и?. Перекеннисем кунта та тупăнĕç-ха. Тен, тин пĕрне-пĕри пеме тытăнĕç. Çук, лăпкă пурнăç пуласси пĕтрĕ. Тата пысăкрах пăлхавсем, юнлă пăлхавсем пуçланса кайĕç. Çимун каларăшле, большевиксем халăха нумай юн тăктарĕç. Ав Белянкинĕ те… » Çав вăхăтра Çимун сыпма ĕлкĕреймен мучăш патне пырса кĕчĕ. Мăрзабай хаçатсене пытарма туртăнчĕ те ĕлкĕрейменнипе хăех кулса ячĕ: — Эп ют çын пуль тесе… Хам сана кĕтсе лараттăм. Çеркаç ывăнса çитнипе санпа калаçаймарăм. Ме, вула ĕнтĕ. Вула та хăвăн шухăшна кала. Елĕкрех большевиксем власть илсен те усси пулас çук тесе калаçрăн. Халь мĕнле шухăшлатăн? Çимун савăнчĕ. Паян старшина пытанмасть унран. Йĕрĕнчĕк кăмăшкана сыпма та кирлĕ пулмарĕ. Вăл хаçат вуланă вăхăтра Мăрзабай хăйĕн шухăшне сасăпах вĕçне çитерчĕ: — Белянкин тĕлĕнтерчĕ мана. Халь вăл большевиксене хирĕç мар иккен. «Эпир Совет влаçĕшĕн сасăларăмăр, анчах правительствăна кĕме килĕшмерĕмĕр», — тет. Мĕне пĕлтерет вара вăл, сасăлани? «Пирĕн хамăрăн та Совет пур, хресчен Совечĕ», — тет тата. Икĕ власть пулать-и вара? Сан большевикусене пĕлместĕп те, Белянкинсем еннелле те кăмăл туртмасть манăн… Çимун та, мучăшĕ пекех, шухăша кайрĕ. Иккĕшĕ те пуласлăх пирки пăшăрханчĕç вĕсем. Анчах пăшăрханăвĕ иккĕшĕн пĕр пулмарĕ. Ваттине юнлă пăлхавсем пуçланасси пăлхантарчĕ. Çамрăкки, çĕнĕ влаçа ырă сунса, ун тĕреклĕхĕшĕн пăшăрханчĕ. Мăрзабай, канăçлăх шыраса, эрехне черккесене тултарчĕ. — Атя, эппин, çĕнĕ влаеть сывлăхĕшĕн сыпар, — шӳтлесерех сĕнчĕ вăл Çимуна. Лешĕ те шӳтпех тавăрчĕ: — Власть сывлăхĕшĕн сыпсан, вара уншăн çапăçмалла та пулать. Эпĕ вăрçа та, ĕçке те юрăхсăр çын вĕт. — Каях эппин, урă пуçпа çын сыпнине пăхса ан лар. Çĕнĕ хыпарсем пулсан, эсĕ те мана систер, — текелесе ăсатса ячĕ мучăш Çимуна. Трашук Лешеккинче Радаева тупайман, лешĕ хуларан темле хут илнĕ те ялтан васкаса тухса кайнă. Илюшăна çапла каласа хăварнă: «Ырă хыпар, Илюша, кĕтнĕ хыпар! Эп таврăнмасан, чăваш енчи туссем пирки ан ман. Çемен Мурзабайкинпа паллаш. Трашук ун патĕнче пурăнать. Шанчăклă çын. Кала ăна, леш виçĕ хут Егорсене хы-тă сăнатăр». — Шанать иккен, — хĕпĕртерĕ Çимун Лешекки хыпарĕсене пĕлнĕ хыççăн. — Сăнасси сăнăпăр-ха. Унтан мĕн тăвăпăр çав çăткăнсемпе? Эпир санпа Совет влаçĕ марçке. Хĕрлĕ гварди те мар… Çимун Хĕрлĕ гварди пирки асăнни Трашука Лешеккинчи тăвлашăва астутарчĕ. Вырăс ачисем Рамашăн юлашки сăмахĕсем пирки тавлашса кайрĕç. Вăл: «Сирĕн унта мĕнле?» — тенине Илюша ытла тӳррĕн ăнланнă. «Каменкăра та совнарком тата Хĕрлĕ гварди тумалла», — тет. Спирка урăхла шутлать: «Ял пирки мар, уес е кĕпĕрне пирки ыйтса çырнă вăл», — тет. Анчах хĕрĕнчĕк Илюшăна тăруках ӳкĕте кĕртеймен. Вăл Тук икĕ енĕпе те Хĕрлĕ гвардие юрăхлă йĕкĕтсене пӳрне хуçса шутла пуçларе. Оля та хай сăмахне каларĕ вара: «Эс, Илюша, тен, тĕрес шутлатан пуль пурпĕрех кукка киличчен нимĕскер те ан хăтланăр. Ача вăййи мар вăл. Эсĕ те, Трашук, кун пирки Семен Тимофеичпа калаçса пăх», — терĕ. Трашук çакăн пирки каласа кăтартсан, Çимун ана телĕнтерсе пăрахрĕ. Майра хĕре терес калать, Радаева кетесех пулать. Анчах вăл яла таврăнмасан, мĕн тăвăпăр? Чугунов чăнах та хĕрсе кайса хăтланать, çапах… Çапах, ача, шанчăклă йĕкĕтсем пире те пулăшма пултарĕччĕç. Пирĕн енче шан-чăклисем пур-ши? — Пур, пур! — кăшкăрчĕ тин тавçăрса илнĕ Трашук. — Хветюк Летчик йыснăшне сăнама пултарать, Яхруш — Виçĕ Якура, Унтри — Пуян Танюша. Шанчăклă йĕкĕтсем. Вырăс ачисемпе вĕсене те паллаштарса хăварчĕ Рамаш. Сăнаса, лешсем хăçаи мĕн тума хатĕрленнине пире систерĕç. Çимун, мучăш патне тепре кайса кăшт сыпкаланă пулсан, хăех çăткăнсен шухăшне пĕлнĕ пулĕччĕ. Çимунпа Трашук канаш тытнă вăхăтра пĕччен ĕçсе ларакан Мăрзабай патне Мирски Тимук пырса кĕчĕ: — Пал Лексейчă, сана пĕр сăмах калама юрать-и? — терĕ вăл кĕрсенех. Хуçа, тĕлĕнсе, Тимука куçран тĕллерĕ: «Мĕн пулчĕ-ши ку чĕмсĕр тукмака? Сăмах каласшăн. Ялан Павăл пичче тесе чĕнетчĕ, халь ют çын пек Пал Лексейчă тет. Ухмаха ернĕ вăл». — Икĕ сăмах кала, Тимохвей Емельянчă, поминальника çырса хурăп, — тăрăхларĕ Мăрзабай та «ухмаха ернĕ» тарçинчен. — Шӳтлĕ сăмах мар, Пал Лексейчă. Еç пирки калаçасшăн эпĕ. Аржанов именине пушкăртсем çаратнă. Киселевăн пурлăхне никам та тĕкĕнмен-ха. Аслă çынсем канаш тытрĕç, пире те манса хăвармарĕç. Эпĕ виçĕ лашапа кайса килĕп. Смоляков, Хаяр Макар, Пуян Танюш — пурте виççĕпе. Виçĕ Якурпа Летчик… вĕсен, хăвах пелен, пĕрер лаша çеç. — Вырăс каларăшле, чертова дюжина пулать-и вара? — темле тискеррĕн кулса ячĕ Мăрзабай — Усал ĕçшĕн шуйттан шучĕ юрать ĕнтĕ. — Вунвиççĕ мар, вунтăваттă пулать, йăнăшрăн эс, Пал Лексейчă, — йăвашшăн авкаланчĕ Тимук. — Суятăн, йăнăшман эп, — чăмăрпа сĕтеле кĕрĕслеттерчĕ хуçа. — Йăнăшмарăм, тĕрĕсех ăнлантăм эп сире, çăткăнсене. Кама çул кăтартса паратăр, тăм пуçсем! Паян эпир улпута çаратăпăр, ыран чухăнсем — пире… Чим-ха, чим. Эс ху тата мĕн тӳрĕпе вĕтеленетĕн? Эп сана Виçĕ Якур мĕн калаçнине итлесе ларма çеç хушнăччĕ, çăткăнсемпе каварлашма хушманччĕ. Ман пурлăх хутшăннипе сана вара мĕн усси пулать? Тимук кун пирки малалла хăех каласшăнччĕ. Хӳравĕ ун хатĕрех: — Эх, Пал Лексейчă! Емĕрĕме сан патăнта ĕçлесе ирттертĕм, сан хуçалăхушăн хамшăн тăрăшнă пек тăрăшрăм. Вăл халь, Çимуна уйăрнă хыççăн, ав, епле юхăнса юлчĕ. Тен, малашне эпĕ те кирлĕ пулмăп сана. Вара ман ăçта кайса кĕрес?.. Çурмаран кайса килес тенĕччĕ. Мĕн тиесе килни çӳрри — сана, çурри — мана. Саншăн та пулăшу пулĕччĕ, эпĕ те хам хуçалăха пуçарса яма вăй илĕттĕм. Сан нимрен те хăрамалли çук. Ку çылăха пĕтĕмпех хам çине илĕп. Эс курман-илтмен пул. Хуçа хушмасăрах хам çапла хăтлантăм, хамшăн тăрăшрăм тейĕп. Эпĕ батрак вĕт. Çĕнĕ власть айăплама мар, хăех ман хута кĕрĕ. Мăрзабай, Тимука тин пуçласа курнă пек, тĕлĕнсе хытса кайрĕ. Урăла пуçланă пуçра шухăшсем йăшăлтатаççĕ: «Чăнах та, ку çынна ним чул та пĕлместĕп-çке эпĕ. Хайхи чĕмсĕр тукмак çĕнĕ власть пирки те асăнчĕ. Таçтан илтме те ĕлкĕрнĕ, эсрел. Смоляковсем пăтратаççĕ пуль-ха ăна. Емĕрĕме сан патра ĕçлесе ирттертĕм тет тата. Тĕрĕсех вĕт. Чурăс Укахви айăплă уншăн. Тахçанах хăваласа ярас тенĕччĕ, хурăнташ тесе ун хутне кĕчĕ. Епле те пулин хăтăласчĕ ку тискертен». — Хăвăншăн çеç тăрăшатăн пулсан, эп хирĕç мар, — терĕ хуçа кăшт çапла шухăшласа ларнă хыççăн. — Пĕр лаша кӳлсе кай. Анчах улпут пурлăхĕпе ман хапха умне килсе ан тăр. Кирек ăçта пушат лавна. Ун пирки те малтанах шухăшласа хунă Тимук. — Тавтапуç, Павăл пичче, ăçта пушатмаллине тупăп, — терĕ те шалти пӳлĕмрен йăпăрт тухса кайрĕ. — Каллех Павăл пичче пултăм иккен, — сухал витĕркулса илчĕ Мăрзабай. Унтан пĕр курка кăмăшка шаплаттарчĕ те хăйне хăй сасăпа мăкăртатса каларĕ: — Акă епле пуçланчĕ çĕнĕ самана! Тĕнче пĕтетех пуль. Çук, мĕскĕн Раççее большевиксем те, эсерсем те çăлаймĕç. Юлашки пурлăхăмăра тĕрлĕ Виçĕ Якурсемпе Мирски Тимуксем — хуларисем те, ялтисем те — шалча таран çаратса, тустарса пĕтерĕç. Эх, самана, самана! Вăрттăн пăлхавçăсем Виçĕ Якур пуху туса ирттернине ял çыннисем мана пуçлареç. Якурĕ хăй те, Хаяр Макар сăмахне итлесе, çын çинче шарлами пулчĕ. Халĕ вĕсем помещик именине çаратма вăрă-хурахла вăрттăн хатĕрленеççĕ. Çĕрле, ял çывăрнă чух, тухса кайма шутлаççĕ. Пĕтĕмпех хатĕрленсе çитнĕ ĕнтĕ, çуна çуле урапа çулĕнчен шанчăклăрах тесе, юр çăвасса çеç кĕтеççĕ. Анчах юлашки хыпарсем те пăлхавçăсене васкама хушаççĕ: ку вăрттăн ĕçе халех, çĕнĕ власть йĕркелениччен туса ирттермелле. Мирски Тимук, разведчик пек, Киселев именине çитсе, ырă хыпар илее килчĕ: именире, пĕр тутар хуралçăсăр пуçне, урăх никам та юлман. Управляющийĕ, пушкăртсенчен хăраса, хулана вĕçтернĕ. Лерен шанчăклă хурал илсе килесшĕн, тет, вăл. Тутар хуралçă, Тимукăн тахçанхи пĕлĕшĕ, пăлхавçăсем пырасса кĕтсе пурăнать: хăй те мĕн кирлине тиесе тарĕччĕ уц чух. Мăрзабай «шуйттан шутне» кĕме килĕшменнине пĕлсен, Смоляковпа Хаяр Макар иккĕшех канаш тытрĕç. — Мирски Тимук хăй тĕллĕн пыни пирĕншĕн лайăхрах та, — терĕ лавккаçă. — Большевикпа матрос пурччĕ пирĕн. Халĕ батрак тă тупăнчĕ. Тата мĕн к-ирлĕ? — Апли апла та, — савăнма васкамарĕ Хаяр Макар, — Мăрзабай пиртен уйрăлни шухăшлаттарать-ха. Юратмастăп çав çынна, çав вăхăтрах хисеплетеп. Ăслă çын. Ахальтен çапла хăтланмасть пуль. — Ĕлĕкрех чăн та ăслăччĕ вăл, — терĕ Смоляков. — Халь ĕçе-ĕçе ăсран тайăлнă. Ан тив, хăтлантăр. Пурпĕрех пире сутас çук вăл. Пирĕн «большевик» кутăн ан чактăрччĕ. Çав хуйхă кăна, — терĕ тата лавккаçă, Виçĕ Якур пирки асăрханса. — Ун пирки ан пăшăрхан. Эпĕ ăна эс иирĕн утаман тесе йăпататăп. Тăмсай вăл, тискер тăмсай. — Чим, — асăрхаттарчĕ лавккаçă, — утаману пурне те пĕрер лашапа виç-тăват хут кайса килме сĕнмерĕ-и? Пĕр пек тӳпешĕн çунать вăл. Эпир тӳрех виçĕ лавпа тухнине курсан, ĕрĕхсе каймĕ-и? — Ничава, ĕрĕхме памăпăр! — лăплантарчĕ юлташне Макар. — Пурне те Кивçуртра пухăнма калăп. Каçранах урапасене лайăхрах сĕрсе, анкартине кайса лартма, çур çер автанĕ авăтасса кĕтме хушăп. Кивçуртра тин эпир миçе лашапа тухнине курĕ вăл. Нимех те тăваймĕ вара. Çнмунан та разведчикĕсем çывăрмаççĕ. Вĕсем паян хайсен йыснăшĕ-мучăшĕсем урапасене питĕ тăрăшса сĕрнине асăрхарĕç. Летчикĕ тата Хветюкран, ача тесе, питех сыхланмарĕ. Ача вара çĕнĕ йыснăшĕпе Наталяккăшĕ анкартисемпе çур çĕр автанĕсем пирки пăшăлтатса калаçнине илтрĕ. Çак хыпарсене пĕлсен, Çимун Трашука юланутпа Куçминккана Радаев патне ăсатрĕ. Лешекки вырăсĕ Куçминккана хуларан ревком пулса таврăннăччĕ ĕнтĕ. … Виçĕ Якур хăйне куштансем чăн та лартнине Кивçуртра тин тавçăрчĕ. Виçĕ пуян кашниех виçшер лашапа çула тухнă, кашни пĕрер тарçă илсе килнĕ тата. — А-а, эсир, çăткăнсем, ĕмĕтсĕр куштансем, пире, чухăнсене, лартасшăи! — тӳрех урса кайрĕ Виçĕ Якур. — Эп сире тĕнче хĕррине кăтартăп! Халех пĕтĕм яла пăлхатăп. Эпир сире, ĕмĕтсĕрсене, хăвăра йĕмсĕр хăварăпăр. Çапла кăшкăрашса, лашине каялла тавăра пуçларĕ Якур. Çав самантра Хаяр Макарпа Мирски Тимук, урапа икĕ енчен ыткăнса, пăлхавçă утамана ярса тытрĕç. Лавккаçă лаша чĕлпĕрĕнчен пырса уртăнчĕ. Урнă йытă пек сĕлеке юхтарса тапаланать урапа çинче месерле кайса ӳкнĕ Виçĕ Якур. «Ухмах: гранатăна алăра тытса пымаллаччĕ, темшĕн ларкăч айне чикрĕм ăна», — çиçет унăн пуçĕнче шухăш. Макар хаярлăхпа, Тимук тискерлĕхпе Виçĕ Якура парăнас çук. Смоляков пулман пулсан, ахăрах, çын вĕлермесĕр чарăнмастчĕç пуль тĕрлĕ шухăшлă вăрă-хурахсем. Лешĕ лаша пуçне турта çумне пăрса лартрĕ те — малтан юлташĕсене утамана пусмăрланăшăн вăрçнă пек турĕ, унтан йăпăлти чĕлхепе капла пулса тухнăшăн ӳкĕннĕ пек пулса калаçрĕ. — Эсĕ, Егорыч, ытла та хĕрĕнчек иккен. Эп айăплă, сана каласа ĕлкĕреймерĕм. Кĕçĕр, тĕттĕм пулсан, пĕр шанчăклă çын хуларан таврăнчĕ. Кĕç-вĕç Киселев именине хĕçпăшаллă хурал килсе çитет, тет. Малтан канашланă пек, виçĕ хут кайса килме ĕлкĕреймĕпĕр терĕм вара эпĕ. Çавăнпа виçшер лаша кӳлтĕмĕр. Санăн пурпĕрех пĕр лаша çеç. Пурлăх пирки ан пăшăрхан, мĕн тиесе килнине пĕтĕмпех турă хушнă пек пĕр тан пайлăпăр. Ĕнен ман сăмаха, тупата çапла тăвăпăр. Смоляков калаçнă вăхăтра Хаяр Макар та кăшт сивĕнчĕ, лавккаçă пекех йăвашрах сасăиа сăмах хушрĕ: — Эс, ача, сана кăшт хĕстернĕшĕн ан çиллен ĕнтĕ. Пĕтĕм яла пăлхатап тесе хăратса пăрахрăн пире. Лăплан, Якур. Лавккаçă тĕрĕс калать: пĕтĕмпех пĕр тан пайлăпăр. Сана, пирĕн утамана, тӳпесĕр хăвармăпăр. Якурĕ те, кăшт лăпланса, çиллине шăнарчĕ пулас. — Апла-тăк юрĕ, Макар Данилчă, — терĕ вăл вырăсла. Смоляков та илттĕр тесе, хăй пурпĕр Тимука çавăнтах хаяр сасăпа кăшкăрса пăрахрĕ: — Яр алла, шуйттан эсремечĕ, мирски така! Эс ма вара пĕр лашапа çеç килтĕн? Хуçун лашисене шеллетĕн-им? — Каллех тулăксăр калаçатăн, Егор Егорыч, — терĕ Смоляков. — Тимук айăплă мар. Мăрзабай малтан каласа хунă пек пĕр лаша çеç панă. Унпа тепĕр хут калаçма вăхăт пулмарĕ. Тек ан иккĕлен ĕнтĕ, васкамалла-ха пирĕн. — Улталамастăр пулсан, эсир те урăх ан иккĕленĕр. Ярăр мана, малти пулам… Вуникĕ лав тинех умлăн-хыçлăн кĕрхи тумхахлă çулпа кĕмсĕртеттерчĕç. Тимукăн пĕлĕшĕ, хăнасене кĕтнĕ пек, хунар йăтса тухрĕ. «Якши, чăвашсем маттур, пушкăртсенчен маларах ĕлкĕртĕр», — саламларĕ вăл вăрă-хурахсене. Унтан Хаяр Макарпа Виçĕ Якура (вĕсем пуринчен çӳллĕ те тĕреклĕ пулнăран çавсене «юратрĕ» тутар) кирлĕрех те хаклăрах япаласем ăçта выртнине кăтартса пачĕ. «Çăраççи памастăп сире. Тустарма килтĕр-тĕк, çĕмĕрсех тустарăр. Хам паянах лаша кӳлетĕп те пушкăрта тухса каятăп», — терĕ. Виçĕ Якур çăраççи ыйтса тăмарĕ, кĕлет алăкĕсене хăшне штыкпа хайăрса уçрĕ, хăшне тапса-çапса çĕмĕрчĕ Летчик-Микка мĕн илес пирки тутар сăмахне итлемерĕ Вăл улпутăн тĕп çуртне кĕрсе кайрĕ те çемçе тенкел-пу кан тата çавăн пек тĕрлĕ кирлĕ-кирлĕ мара тие пуçларĕ Виçĕ Якур, пуринчен малтан тиенсе, ыттисене кĕтсе тă марĕ, хăвăртрах яла çитсе пушанас та куштансене сăнас терĕ вăл: хаклăрах япаласене пытарса ан пĕтерччĕр. Мирски Тимук хуçаран тепĕр лаша ыйтса илменшĕн укĕнчĕ. Темĕн чул пурлăх ахалех тăрса юлать, харама каять. Тутар ăна та канашпа пулăшрĕ: «Лаша пур кунта, кӳлмелли таврашсем те пур. Улпутăн пурлăхне илме хăрамастăн-тăк, лашине илме те ан хăра», — терĕ. Мирски Тимук лаша кӳлнине курсан, Хаяр Макар та витерен икĕ лаша çавăтса тухрĕ. Пуян Танюш валли лаша юлмарĕ (юлашки лашине тутар хăй çавăтса кайма ĕлкĕрнĕ). Мĕскĕн пуян Хаяр Макартан пĕр лашине пама йăлăнса пăхрĕ. Лешĕ тискеррĕн кăшкăрса пăрахрĕ çеç. Вара куштанланса çитеймен Танюш ним тума аптранипе пĕр урапи çумне сеялка кăкарса хучĕ: мĕн тесен те, урапа çине хумалли япала мар, хăй тĕллĕн куçса пыма пултарать. Виçĕ Якурпа Летчик-Микка хыççăн Мирски Тимук та яла çитрĕ. Хăй улпут урапи çине ларса, улпут лашине тытса пычĕ. Мăрзабай лаши тилхепесĕр те унран юлмарĕ. Яла çитес умĕн тин Тимук хуçа лашине улпут урапинчен кăкарчĕ — Шалтикасалла ан пăрăнтăр. Икĕ лавпа Шурлăхкассинче пурăнакан Чахрун Мишшин çил хапхинчен кĕрсе кайрĕ. Смоляков, пуринчен ытла асăрханаканскер, чееленсе, тавра çулпа кайрĕ. Йĕнерлĕ ту тĕлĕнче Чулçырма урлă каçса, Лешекки çулĕпе яла пырса кĕрес терĕ — ăнсăртран тĕл пулнă çыншăн вăл хуларан тавар тиесе килнĕ пек курăнтăр. Хаяр куштанпа йăваш куштан пуринчен кая юлчĕç. Макар туртаран кăкарнă улпут лашисене çул тăршшĕпе вăрçса çуйăхса пычĕ: «Яла пырасшăн мар тутă эсреметсем, чăхăмласа чĕлпĕртен уртăнаççĕ, туртари лашана чипер утма памаççĕ»… Танюшăн сеялки те пĕрмай кутăнланать: е тумхахран çакланса лашана чарать, е салтăнса юлать. Çавах вĕсем те Кивçурта чиперех çитрĕç. Макар малтанах пĕтĕм пурлăха анкартинче пытарма шутласа хунă. Лашасене улăм айне туса пытараймăн. Вĕсене халлĕхе арпалăха хупас та кайран Якалĕнчи хăтасем патие ăсатас. Хаяр Макар ăçталла пăрăннине курсан, Пуян Танюш та анкартине çул тытрĕ. Çапла вăрттăн «пăлхавçăсем» иикама систермесĕр ăнăçлă кайса килчĕç темелле. Анчах… çĕрлехи тискер кайăксене йĕрлекенсем пулнă иккен. Виçĕ Якур лавне пушатса ĕлкĕриччен тул çутăла пуçларĕ. Çав вăхăтра картишне темĕнле çынсем виççĕн пырса кĕчĕç. Якур, каллех граната пирки манса, кĕрĕс-мерĕс пăшалне ярса тытрĕ. — Ан хăтлан, Егор Егорыч. Аван-и! — илтĕнчĕ вырăс сасси. — Паллаймарăн-им мана? Радаев эпĕ. Вăрçа пĕрле кайнăччĕ, манман пуль-çке? Сан пата хăнана килсеччĕ, эс, ав, тӳрех пăшал ярса тытрăн. — Суятăн, Радай! — кăшкăрчĕ Якур. — Хăнана çапла çӳремеççĕ. Тасалăр кунтан, атту переп, — хăй, чăнах та, пăшал кĕпçине çĕклеме пуçларĕ. Радаев хыçĕнче йăпшăнса тăракан Илюшăпа Спирка мала ыткăнчĕç, анчах вĕсене мăн сасăллă вырăс Якуртан та хăрушăрах кăшкăрса чарчĕ, унтан каллех чăваша ӳкĕтлеме пуçларĕ: — Ан алхас, Егор Егорыч. Чухăнсене мар, кулаксене тĕллес пулать пăшалупа… Кĕтмен хăнана тем тăватчĕ-тĕр чăрсăр чăваш, çав вăхăтра арăмĕ пӳртрен чупса тухрĕ. Вăл упăшкине хăтăрса пăрахрĕ те хăй, йăл кулса, вырăсла таса калаçса саламларĕ: — Килĕрех, килĕр! Пӳрте кĕрĕр, кĕтнĕ хăна пулăр. Радаев, йĕкĕтсене кăларса ярса, хăй хуçаран малтан пӳрте кĕчĕ. Тăруках йăвашланнă хуçа йрĕксĕрех ун хыççăн утрĕ вара. Якур арăмĕ, Якаль хĕрĕ, вырăс вĕçĕнче ӳснĕскер, вырăсла майра пек калаçать. Вăл кăмака кукринче сăй хатĕрле пуçларĕ, хăй арçынсем мĕн калаçнине хăлхана чикме тăрăшать. — Эх, Егор, Егор, — терĕ Радаев. — Чухăн хресчен, фронтовик. Хăвна ху большевик тетен. Çав вăхăтрах кулаксен хӳтлĕхĕ пулса тăтăн. — Ан вĕрент мана, хăвăн арăмна кайса вĕрент, — çиллине шăнарма тăрăшса мăкăртатрĕ Якур. — Сан чăваш хушшинче мĕн ĕç пур? Помещик пурлăхне шеллетĕн-и? Эс мĕн вара, эсер-и е кадет-и? — Монархист эпĕ, Егор Егорыч, — ахăрса ячĕ вырăс, унтан сăпайлăн, шӳтлемесĕр: — Чăваш хушшинче те ман ĕç пур çав. Ревком эп. Большевиксен ревкомĕ. Ак Совет влаçне кунта пĕрле йĕркелеме тытăнăпăр. Помещик пурлăхĕ тесен, халĕ помещикăн мар ĕнтĕ вăл, халăх пурлăхĕ. Ана пирĕн упрас пулать. Якур ревком сăмахне хăлхана питех чикмест. Вăл чӳречерен пăшăрханса пăхкалать. Хаяр Макар таврăннине кунтан кураймăн, Смоляковпа Пуян Танюш таврăннине курма пулать. «Курăнмаççĕ-ха, улталарĕç-шим, çăткăнсем?!» Радаев ун шухăшне пĕлнĕ пек хĕтĕртсе ларать: — Улталарĕç сана кулаксем. Айван иккен эс, шăп кулак вăлтине лекрĕн. Эпир сана, чухăн, фронтовик, большевиксемпе пĕр шухăшлă çын тесе, Совета суйлама сĕнесшĕнччĕ. Халĕ халăх куçĕнчен епле пăхăн ĕнтĕ? Большевик мар, анархист, вăрă-хурах пулса тăтăн эс… — Çăва патне! — тинех çиллине чараймасăр кăшкăрса пăрахрĕ Якур, тата вырăсла та намăс сăмах çавăрса хучĕ. — Эпир кунта мĕн тумаллине сирĕнсĕрех пĕлетпĕр. Пыр, вырăс енче Совет ту. Ман санпа пуш параппан çаптарса ларма вăхăт çук. Якур, ура çине тăрса, вырăса тĕртсе ярасшăн пулчĕ, анчах çамкаран сасартăк алтăр пырса çапăннипе тăмсакланса кайрĕ. — Хуп карма çăварна! Каларăм сана, куштансемпе ан çыхлан тесе. Мана итлемерĕн. Халь аслă çын сăмахне итле. Пăхасса та урăх чӳречерен пăхатан. Лавккаçă, Тук кĕпере енчен килсе, хыçалти хапхаран кĕрсе кайре. Танюш анкартинче пушатнă пулас. Халь кăна килне çуран, хыçалти сукмакпа таврăнчĕ, — пĕр чăвашла, пĕр вырăсла самахларĕ майралла тумланнă пĕчĕк хĕрарăм. Çав вахатрах вăл кулкаласа та илчĕ: — Иксĕр те сĕтел хушшине ларса шăкăл-шăкăл калаçăр-ха. Калаçмалли сирĕн çук мар. Арасланран хăраман çын тепĕр. чух шăширен хăрать. Никамран хăраман Виçĕ Якура та пĕчĕк арăмĕ алтăр çупкипе лăплантарчĕ. — Куратăн, Егор Егорыч, — кулсарах калаçать Радаев — Хăвăн килĕнте те чăвашсем пурте вырăссене хирĕç мар иккен. Пуху пулсан, тен, пайтах тупăнĕç сан арăму йышшисем? — Хĕрарăм вăл вырăспа тутартан та усал, — мăкăртатрĕ Якур, хăй çавах вырăспа пĕрле сĕтел хушшине кĕрселарчĕ. — Чăваш мар, каснă-лартнă майра вăл, ман арăм. Хăй çапла шӳтлеме хăтланчĕ пулин те, унăн сăнĕ ăмăрланчĕ. Алтăр мар ăмăрлатрĕ ăна. Арăмĕ урăх чӳречерен пăхатăн тени чĕрине хускатрĕ. Чăнах та улталарĕç иккен куштансем. — Юрĕ, Радаев юлташ, — терĕ вара Виçĕ Якур, кăкăрне чăмăрĕпе шаккаса, — чĕнтер, эппин, пуху. Тульккă эс мана халăх умĕнче намăс ан ту. Хамах калăп, пĕтĕмпех каласа парăп. Пуху Малтикасра пысăк тăм пӳртре пулса иртрĕ. Паллă вырăн. Кунта ял çыннисем Шатра Микка юмахне итлеме çӳретчĕç. Чулçырмасем шалт тĕлĕнеççĕ паян. Лешекки вырăсĕ чăваш хушшинче пуху ирттерме килнĕ. Пухура пĕр куштан та çук. Ут-пĕвĕпе кĕрнексĕр, сăнпуçпа хăтсăр чăваш, Шатра Микка, тĕпелте, сĕтел хушшинче ларать. Ана паян председатель юлташĕ теççĕ. Вырăс ăна Никифор Иванчă тесе чĕнет тата Романов юлташ тет. Юмахçă хушаматне паянччен никам та пĕлменччĕ. Вырăса хăйне Радаев юлташ тата Ревком тесе чĕнеççĕ. Халап калаканни паян çавă, Тĕлĕнмелле юптарать вăл: — Помещиксемпе капиталистсен, генералсемпе жандармсен, купсасемпе тиексен влаçĕ ĕмĕрлĕхе хупланчĕ. Малашне Совет влаçĕ, рабочисемпе ĕç хресченĕсен влаçĕ пулать. Вăрçă пулмасть. Çĕр хресчен аллине куçать. Çаван пек декретсем çырса панă Совет влаçĕн пуçлăхĕ Ленин юлташ… Вырăс сăмахĕсене Мăрзабай Çимунĕ чăвашла ăнлантарса парать. Ана сĕтел хушшине председатель пулма халăх суйласа лартрĕ. Тата тепĕр тĕлĕнтермĕш пур паян: Виçĕ Якур туя килнĕ пек тумланнă. Тĕпелте хулăн тутине пăркаласа ларать. Акă вăл та халап калама пуçларĕ: — Юлташсем! — чăвашлах калаçать Якур. — Чухăнсемпе вăтам хресчен юлташсем! Радаев юлташ сире Совет влаçĕ пирки каласа пачĕ. Тĕрĕс каларĕ. Пирĕн власть! — çак тĕлте Якур, сассине хытарса, чăмăрпа сĕтеле шаккасшăнччĕ, Радаевран именчĕ те каллех: — Халь пирĕн власть тетĕп. Çавăнпа калатăп та сире, итлĕр лайăхрах. Пирĕн ял куштанĕсем Киселев именине çаратас терĕç. Улпут пурлăхĕ мар, халăх пурлăхĕ вăл халь. Çăткăнсем çĕрле кашни виçшер лашапа кайса килчĕç. Эпĕ, фронтовик, куштансемпе пĕр шухăшлă пек пулса, вĕсемпе пĕрле пĕр лавпа кайрăм, вĕсен тискер ăшчикне пĕтĕмпех пĕлес терĕм. Мана та ултăлама пăхрĕç вĕсем. Урапа çине мĕн тиенипе çырлахман вĕсем, манран вăрттăн тата виçĕ лаша çавăтса, пĕр сеялка çаклатса килнĕ. Пытарма тăрăшрĕç çав пурлăха, анчах Совет влаçĕнчен ним те пытараймăн. Пĕтĕмпех хисепе илĕпĕр. Тĕрĕслекенсем пур пирĕн. Халăх пурлăхне тустарма памăпăр… Радаев, пăшăрханса, пĕр Якура, пĕр Çимуна пăхса илет. Çимун куçĕ кулăш çутипе ялкăшать. Пăшăрханмалли çук иккен. Хайхи «тĕрĕслекенсем» хăйсем те çав вăхăтрах Çимун пӳртĕнче пухăва килнĕ пек пухăнса ларнă. Вунпĕрĕн вĕсем, Радаевпа Çимунăн помощникĕсем. — Кукка сисмесĕрех юлĕ, — терĕ Илюша. — Пирĕнпе тек айкашма вăхăт çук ун. Ревком вăл, паянах ытти ялсене Совет влаçĕ тума тухса каять. Радаев Чулçырмаран тухса кайнă вăхăтра Смоляков лаша утланса Куçминккана вĕçтернĕ. Радаевран маларах Белянкинпа курса калаçасшăн вăл. Мишша-салтак Хĕл кăçал кая юлса килчĕ. Декабрь уйăхĕнче тин çуна çулĕ ларчĕ. Хĕллехи микула иртсен, Çимунпа Трашук çуна çулĕпе хулана кайрĕç. Мучăшĕ Çимуна, хăйĕн ăйăрне кӳлсе, чаплăрах ăсатасшăнччĕ. Çимун килĕшмерĕ. — Маншăн ытларах чухăнсем алă çĕклерĕç, — терĕ вăл, шӳтленĕ пек пулса. — Чухăнсен депутатне ăратлă ăйăрпа çӳрени килĕшмест. Мăрзабай шӳтлемерĕ, хăтăрса каларĕ юлашки сăмахне: — Асту. Белянкинран ан пăрăн, ун сăмахне итле. «Аслă çын, тĕреклĕ хресченсенчен юлмасть вăл», — терĕм ăна сан пирки. Кулак, чухăн тени — большевиксен сăмахĕ вăл, Маншăн чухăн тени кахал тенипе пĕрех. Саншăн та çапла пултăр. Çимун хирĕçмерĕ: «Ма хирĕçес? Эп хам та аташкаларăм. Мучи манран ытларах аташать. Белянкинсем енне кăмăл туртмасть терĕ пĕр кун. Халĕ Белянкина итлеме хушать. Куçминккара та улшăну çине улшăну. Радаев пур чух каплаччĕ, вăл кайнăранпа урăхла, белянкинла пулса тăчĕ. Эпĕ те пĕр йăранпа утаймарăм çав. Радаевсене те пулăшкаларăм, Белянкинсене те юрарăм: эсерсемпе пĕрле Самара, хресченсен съездне, кайма килĕшрĕм. Çапах хулара Радаевпа курса калаçасчĕ. Самани те шанчăклă мар çав. Эп унччен шутланă пек пулса тăмарĕ-и? Большевиксем татăклă власть илни палăрмасть-ха. Ялта, вулăсра, уесра эсерсем çĕнтерсе пыраççĕ. Кĕпĕрнере тепле-тĕр ĕнтĕ?..» Çак шухăшсене палăртмарĕ Çимун мучăш умĕнче. Хăйне кĕпĕрнери съезда суйласса пачах кĕтменччĕ вăл. Белянкин ун ятне асăнсан питĕ тĕлĕнчĕ. Халăх уншăн харăс алă çĕклени пушшех тĕлĕнтерчĕ ăна. «Мĕнле капла, пурне те юрарăм-и? Пуянсем старшина таврашĕ терĕç пуль. Чухăнсем фронтовикшăн алă çĕклерĕç-и?» — шухăшларĕ Çимун. Хăйне хăй: «Пурпĕрех Самара каймастăп», — тесе те пăхрĕ. Çапах кайма килĕшрĕ. Ма килĕшнине хăй те пĕлмест. Тĕрĕсрех, ялтан тухнă чух пĕлместчĕ. Халь тавçăра пуçларĕ. Çул тăршшĕпе Оля каласа панă пĕр адреса асăнкалать вăл — манса каясран хăрать. Çырса хумаллаччĕ. Ухмах, камран хăрарăм? Пăлаки пурпĕрех хут пĕлмест. Пăлакн пĕлессе нимех те пĕлмест, çапах тем сисет вăл. Упăшкине инçе çула хатĕрленĕ чух вăрттăн куççуль юхтарчĕ. — Мĕн, мана вăрçа ăсататăн-им? — асăрхарĕ Çимун. — Ан йĕр. Вăрçа каймастăп, алла пăшал тытмастăп. Халь алă çĕклесе çеç çапăçма пуçлатпăр ĕнтĕ. Пăлаки лăпланмарĕ, ĕсĕклесех ячĕ: — Кам пĕлет?! Аçта, мĕн тума кайнине, кама мĕнле пăшалпа пемеллине эс ху та пĕлместĕн. Эх, самана, самана! «Сисет-шим, апăрша? Те хăйĕн шăпи пирки, те халăх пурнăçĕ пăтранса кайнине кура асăнчĕ çак нумай пĕлтерĕшлĕ сăмаха?» Хула çулĕ çывăх çул мар. Темĕн çинчен шухăшлама та çитет. Иккĕн ларса пыраççĕ Çимунпа Трашук, анчах калаçма май çук. Вичкĕн çил çула урлăрах вĕрет — шăп çурçĕр енчен. Тăлăи çухавине тавăрса калаçма памасть. Çуна çулĕ лăпкă çул, сăпкари пек çывăрттарма пăхать. Çимун тĕлĕрсе кайрĕ. Трашука тĕлĕрме юрамасть. Хускалкалать вăл, юлхаввăн чупакан лашине хушăран пушăпа тивертсе, сасăпа хĕтĕртсе илет. Ероховка ялне çитсен (çурма çул), Çимун, сылтăм енне куçса ларса, тилхепе тытрĕ. Трашук вара çул тăршшĕпех çывăрчĕ. Çакăншăн кайран, хуларан каялла таврăнма вăхăт çитсен, хытă ӳкĕнмелле пулчĕ уиăн. Яла пĕччен таврăнмалла-çке. «Ероховкăна епле çитес? Аташса кайăп-и?» Çул пирки Çимунран ыйтса пĕлесшенччĕ Трашук, лешĕ ĕнер кунĕпе таçта çухалса çӳрерĕ, паян та, ирех тăрса, унпа калаçмасăрах таçта тухса танкканă. Трашук çапла хуйхăркаласа лаша кӳлнĕ вăхăтра хапхаран пĕр салтак килсе кĕчĕ. Пӳрте кĕмерĕ вăл, тӳрех кӳлнĕ лаша патне васкарĕ. — Кам? Вырăс-и, чăваш-и? — ыйтрĕ вырăсла. Трашук Чулçырма чăвашĕ иккенне тата вăл аташасран хăранине пĕлсен, савăнса кулса ячĕ. — Вот чудак. Тепĕр тăлăп пур-и? — терĕ. — Питĕ лайăх. Çулне эс пĕлмесен, лаша пĕлет. Эпĕ те тăван ял çулне мансах кайман пуль-ха. Атя, эппин кайрăмăр! — чăвашла-вырăсла çатăлтатрĕ те таçтан килсе тухнă салтак, йĕкĕт сăмах чĕнессе кĕтмесĕрех тăлăп тăхăнса, çуна ăшне кĕрсе ларчĕ. Çапла Трашукăн каялла каллех пĕччен мар, иккĕн таврăнмалла килсе тухрĕ. Çынни чулçырмасемех, анчах Трашук ăна палламасть. Каланă тăрăх, — Осокинсен таврашĕ, Михаил Антонович Осокин. Трашук пĕчĕккĕ чухнех салтака кайнă çын иккен вăл. Çавăнтанпа яла килсе курман пулать. Тăван чĕлхепе тытăнкаласа калаçать. Чăвашла калаçма пуçлать те юлашкинчен вырăсла çавăрсах хурать. Те çавăнпа, те хăйĕн кăмăлне кура, салтак ытлашши сăмахламарĕ. Шахматовка ялне çитичченех тенĕ пек сăмах чĕнмесĕр тĕлĕрсе пычĕ вăл. Трашук, иккĕн ларса пынă çĕртех пĕччене юлса, шухăша кайрĕ вара. Пирвайхи хут ху-лара пулнăскер, вăл хăйĕн çĕнĕ туйăмĕсене аса илсе тĕрĕслеме тытăнчĕ. Ĕнер вăл лашана кантармалла кунĕпе хула курса çӳрерĕ. Хула урамĕсем çиппе туртса лартнă пек — тӳп-тӳрĕ. Икĕ урам хушшине квартал теççĕ. Пӳртсем çумĕпе урамрах хăма урай сарнă, ăна пăртувар теççĕ-мĕн. Кашни йывăç. пӳрт Мăрзабайăннинчен те чаплăрах, чул пӳртсем пирки каламалли те çук, Аслă урам пушшех те чаплă вара. Вăл ыттй урăмсенчен сарлака мар, анчах унти пӳртсене пӳрт теме те май килмест — керменсем темелле. Икĕ хутлă пĕр çурчĕ, чие тĕслĕ кирпĕчрен купаланăскер, шăп пĕр квартал йышăнса ларать — пĕр урамра пуçланать те тепĕр пуçĕпе тепĕр урама тухать. Ак епле иккен вăл хула тени. Пуринчен ытла хулари лавккасем, магазинсем тĕлĕнтерчĕç ăна. Вывескисене Куçминккари пек арăш-пирĕш çырман, кĕнекери пек тăпăл-тăпăл хитре саспаллисемпе сăрласа çырнă. Пĕр вывеска умĕнче Трашук нумай вăхăт çăвар карса, тем пуласса кĕтсе тăчĕ. «Бакалея. И. Д. Половинкин» тесе çырнă унта. Хайхи, Виктор Половинкин, Наташа каччи, çакăнта пурăнать. Половинкинсен çурчĕ те икĕ хутлă. Аялта магазин. Çӳлте хуçасем пурăнаççĕ курăнать. Аялти чӳречисем алăкран пысăк. Магазина кĕмелли алăкĕ икĕ чӳрече хушшинче. Юнашарах тепĕр алăк пур. Вăл кăшт уçăлса тăрать. Епле хĕлле те хупăнмасть алăкĕ? Çав алăкран кĕрес пек пырса пăхрĕ Трашук. Чăнкă пусма çӳлелле хăпарса каять. Çӳлте тата тепĕр алăк пур иккен. Халех Виктор Половинкин револьвер йăтса тухассăн туйăнчĕ йĕкĕте. Алăкĕ чăнах та уçăлчĕ. Трашук хăраса ӳкрĕ, каялла туртăнчĕ те пăртувар херринчи çӳллĕ юпа хыçне пытанчĕ. Тарас та килет, çӳлти хутран кам тухниие те курас килет. Тухакан пулмарĕ-ха. Арçын сассипе хĕрарăм сасси илтĕнет. Тем ихĕрсе калаçаççĕ. Хăрамалли çук-тăр. Акă аялти алăкран хитре тумланнă çамрăк майрă тухрĕ. Вăл, хĕвел пек йăл кулса, каялла çаврăнса пăхрĕ те: «Атю», — терĕ. Ак тамаша! Улькин хуçа хĕрĕ ку. Юмахри пек хитре хĕр. Сулахай питçăмарти çинче хура пăнчă — шăна ларнă пек. Çĕркаç Трашук курнăччĕ ăна. Чĕкеç пек чĕвĕлтетсе калаçать. Сафо ятлă. Хĕвел çути Трашук çине ӳкрĕ: «атю» тенĕ хыççăн Сафо ялтăракан куçпа куç чакăртса тăракан йĕкĕте'пырса çупăрларĕ те çӳллĕ кĕлĕллĕ пушмакпа пăртувар тăрăх чаклаттарчĕ… Тĕлĕнмелле. Хула çыннисем хĕлле те урана пушмак тăхăнса çӳреççĕ. Чулçырмасем кĕрсе çӳрекен кил хуçи Улькин хăй ял çынни сăнлă. Темиçе сăмах чăвашла та пĕлет тата. Карчăкне Илюшăн амăшĕнчен уйăрса илеймĕн. Хĕрĕ вара патша хĕрĕ пек тумланать. Каласасса та темле урăхла калаçать: пăртувара тротуар тет. «Атю» тени мĕне пĕлтерет тата?.. Хăюллă та нăмăссăр хăй. Акă Сафо тăлăп ăшне, Трашук çумне кĕрсе ларчĕ, юна вĕрилентерсе йăпшăнать: «Трофим Петров, эп сана юратап. Юрат мана, пăрах хăвăн сивĕ юнлă Наçтукна, — тет. — Виктор Половинкина юратмастăп, çавăнпа эп ăна: «Атю», — терĕм. Атя тени мар вăл. Юлах, эп кайрăм тенн пулать… » Тăлăп ăшĕнче те мар ĕнтĕ вĕсем, çунашкапа çӳллĕ ту çинчен катаччи ярăнаççĕ. Акă çунашки тӳнсе кайрĕ. Трашук сăмсипе юр купине чикĕнчĕ. — Эх, эсремет, шуйттан! Кучер-и эс! Тилхепе тытса пынă çĕртех çывăрма право çук сан! Те вăрçать, те шӳтлесе ахăрать вăранса кайнă салтак. Лаша чарăннă. Трашук аран ĕселенсе çĕкленчĕ. — Çывăрман эп. Анаталла ĕрĕхсе кайрĕ тутă кĕсре, чараймарăм. Енер кунĕпе сĕлĕ шăтăртаттарчĕ, шуйттан. Сулăнчăк тата кунта, — мăкăртатрĕ йĕкĕт. — Суй, суй ытларах, — ихĕрет салтак. — Эп вĕт çуна тӳничченех вăрантăм, эс харлаттарнине илтсе юлтăм. Трашук çуна тĕпне каллех тĕшĕрĕлчĕ. Сăлтак çав вăхăтра тăлăпне хывса пăрахрĕ те çуна çинчен сиксе анчĕ. Сĕвек çыранлă вартан утăпа хăпарса çитсен, хăла кĕсре каллех юртăпа ярăнчĕ. Салтака пăрахса хăварас мар тесе, Трашук шухăланнă кĕсрене чарма пăхрĕ. — Ан чар, ан чар! Юрттар лашуна! — кăшкăрчĕ хыçалтан салтак, вара чупрĕ, чупрĕ те çуна çине çăмăллăн сиксе ларчĕ. Кăшт йывăррăн сывласа ларнă хыççăн вăл Трашук аллинчи тилхепене туртса илчĕ: — Çул тăршшĕпе улпут пек ларса пыратăн. Ав, епле ĕнтĕркесе кайнă. Хыв тăлăпна, утса ăшăн кăшт, — терĕ. Трашук анчĕ. Лаши те çав вăхăтра пĕлнĕ пекех чарăнчĕ те айри юра савăнсах сарăхтарчĕ, унтан каллех малалла хускалчĕ. Салтак тăтăшах каялла çаврăнса пăхкаласа, тилхепене пушатмасăр тытса пычĕ. Сасартăк вăл кулса ячĕ, вара лашана пушăпа чашлаттарчĕ. Пĕр шухăшсăр ăшăнса утса пыракан йĕкĕт, лаша тапса сикнине курсан, хăраса ӳкрĕ. «Темле çын пулчĕ-ха ку, хăйне пĕлместĕп, палламастăп. Тен, пĕр-пĕр вăрă-хурах, лаша вăрри?» — вăркăнчĕ шухăш пуçра. Вара Трашук, пĕ-тсм вăйне пухса, лаша хыççăн хашкаса чупрĕ. Салтак ахăлтатса кулса пырать. Те лаши кăшт ерипенленчĕ, те Трашук хăй тата хытăрах чупрĕ — çуна хыçĕ çывхарсах килет. Акă алă тăсса ярса тытмалли çеç юлчĕ. Аллине тăсрĕ Трашук, çав вăхăтра çуна хыçне ярса тытас вырăнне хăй çул çине тăсăлса ӳкрĕ. Чĕре çурăлас пек шаккать. Çул сылтăмалла пăрăннă май лаша хăва тĕмĕсем хыçне пулса çухалчĕ. Трашук ура çине тăчĕ, пуçне усса, малалла утрĕ. Мĕн пулсан та, халь хăваласа çитесси пĕтрĕ ĕнтĕ. «Атте лашине усал çынсем туртса илнĕ, халь. хам, ухмахланса, çын лашине çухатрăм йулать. Емĕр лашаран хуйхă курса пурăнмалла пулчĕ-шим?..» — шухăшларĕ вăл йĕрсе ярас пек. Çул кукри тĕлне çитсен, савăнса кулса ячĕ. Салтак лашине чарнă, хăй çуна çинчен аннă та шăл йĕрсе кĕтсе тăрать. Тин вара салтакпа айван йĕкĕт хушшинче варлă калаçу пуçланчĕ. — Чупма пултаратăн, анчах санăн практика сахал. Спортсмен пулас пулать. Эпĕ санран икĕ хут аслăрах, çавах, иксĕмĕр ăмăртса чупсан, эсĕ мана хăваласа çитеймĕн, — терĕ салтак иккĕшĕ те тăлăн тăхăнса çуна тĕпне кĕрсе ларнă хыççăн. Ку салтак чăнахах Осокинсен таврашĕ пулнине халĕ ĕненсе çитрĕ ĕнтĕ Трашук. Тимĕркке мучи пекех уçă кăмăллă çын, шӳт тума та юратать. Тимĕркке мучи унăн пиччĕшĕ пулать иккен — ашшĕн шăллĕ. Вырăссем ун пек чух «дядя» теççĕ. Чăвашăн атте шăллĕ мучи мар — пичче пулать. Осокин ял хыпарĕсене тĕплĕнрех пĕлесшĕн пулчĕ, Трашука вĕçĕмсĕр калаçтарчĕ. Трашук хăй мĕн пĕлнине хаваслансах каласа пачĕ. Анкара пуçларĕ вăл: ку Мишша пичче — Радаев хăраххи мар-и? Çимун Самара хресченсен съездне кайни çинчен пĕлсен, Осокин хыпăнса ӳкрĕ, хулана халех таврăнас пек, темиçе хутчен каялла çаврăнса пăхрĕ, унтан Трашука ятлама тытăнчĕ: — Эх, йĕксĕк! Путсĕр ача, суйтан мăйраки! Ма ун пирки мана хуларах каламарăн? Ана сыраса тупмаллаччĕ, унăн кăмăлне тĕрĕслесе ăс кĕртсе ямаллаччĕ… Эх, йĕксĕк! — Эсĕ ху айăплă, Мишша пичче, — терĕ Трашук. — Хулара ним те ыйтмарăн. Тӳрех тăлăп тăхăнтăн та çуна ăш-не кĕрсе лартăн. Халĕ ма мана вăрçан вара? — Сана мар, хама вăрçатăп эпĕ. Ыйтмаллаччĕ çав. Ну юрĕ. Унта вăл пурпĕрех Тайман Сахарĕн аллине лекет. Халь ĕнтĕ Трашук Осокин пирки иккĕленмерĕ, ăна Радаевсем, Илюшăсем çинчеи каласа пачĕ, хăйсен «отрячĕ» пирки те манса хăвармарĕ. Виçĕ Якура вĕсем епле ăс вĕрентни çинчен каласа панă хыççăн салтак уйрăмах хытă савăнчĕ. Трашукшăн вăл халь ĕнтĕ Çимунран та çывăхрах çын пек туйăна пуçларĕ, çавăнпа йĕкĕт салтакран нимĕн те пытарми пулчĕ. Осокин Рамаш ашшĕне лайăх пĕлет иккен, ăна вăл нумай пулмасть Самарта тĕл пулнă. Рамаш пирки калаçнă май халĕ Трашук револьверсем çинчен те асăнмасăр хăвармарĕ. «Бульдог» ятлă револьвер мĕнлине те ыйтрĕ. — Бульдог — хĕрарăм револьверĕ вăл, ача вăййи, — хуравларĕ салтак. — Арçын револьверĕ ак çакăн пек пулать. Салтак тăлăпне сирчĕ те сăран пиншак айĕнчен наган туртса кăларчĕ. Çаврака муклашкине çавăркаласа, патронсене алса çине кăларса тăкрĕ, револьверне Трашука тыттарчĕ. Леш, кун пек япалана халиччен курманскер, чĕлхине чаклаттарсах тимĕр япалана урлă-пирлĕ хыпашласа пăхрĕ. Унтан сивĕнсе кайнă тимĕре алăран ӳкерчĕ те, шăнтнă пӳрнисене вĕркелесе: — Ку пăшалпа çулла çеç переççĕ-и? Хĕлле пӳрнесене чĕпĕтет вăл, — терĕ. — Манка хытти! — çилленнĕ пек пулчĕ салтак. — Сана наган мар, бульдогскине те пама кирлĕ мар. Наганне тăлăп айне пуçтарса чикнĕ хыççăн салтак хăйĕн Тимĕркке пиччĕшĕ пирки ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ. Хăйĕн кил-çурчĕ унăн ялта çук иккен. Вăрçă пуçланичченех салтака кайнăскер, вăл халиччен те авланайман. Тимĕркке мучие асăнсан, Трашук, ăшĕнче кулкаласа, хăй мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Салтак ăна итленĕ май кулать-кулать те каллех ыйтать: — Çаплах юмахласа çӳрет-и? Мĕнле-ха? «Керенски çухăрать. Ленин йыхарать. Замана!» — тет-и? — Ара, ара. Урамра кама та пулин тĕл пулсан, ăна саламлас вырăнне: «Эй, замана!» — тесе кăшкăрать. — Çапла пуль çав. Вырăс пек калаçнăн туйăнать ĕнтĕ ăна. «Капиталист» вырăнне «габидалист» тет пуль. Эпĕ хам та салтакра малтан çапла пичче пек калаçма тăрăшса култараттăм вырăссене. Кайран тĕрĕс калаçма хăнăхса çитрĕм. Анчах, асăрхарăн пуль-ха, хытă пăлханнă е васканă чух вырăсла та, чăвашла та Селĕп Кириленни пек ш вырăнне с тухса каять… Аслă çын вĕт ман Тимĕркке пичче? Кăмăлпа та пит ырă çын вăл. Атте вилнĕ хыççăн пичче маншăн атте вырăнне пулчĕ, шкула вĕренме ячĕ. Ана хăйне те эпĕ кăшт вулама вĕрентсе хăвартăм. Хаçат вуласа тăрать иуль. Питĕрти ĕçсене тĕрĕс ăнланса илнĕ-ха, аптраман пиччем. Осокинсен таврашĕ çав. Радаева унпа паллаштармаллаччĕ. Вот кама Самара хресченсен съездне ямалла пулнă. Трашукăн салтака кӳрентермеллех пулчĕ вара. — Калаçасса лайăх калаçать Тимĕркке Мучи, — терĕ вăл, — анчах пухăва çӳремест. Хаяр Макарпа тата Смоляковсемпе туслă вăл, пĕрле кăмăшка вĕретеççĕ. Мĕн вĕретнине хăйсемех ĕçсе яраççĕ… Салтак кăмăлсăрланче пулас. Чылайччен шăп ларчĕ. Ларсан-ларсан, каллех Мăрзабай Çимунне аса илчĕ: — Эсерсемпе çыхланмĕ тетĕн-и? Мĕнле хуравларĕ-ха вăл Радаева? — Большевик мар эп, сочувствующи кăна терĕ. — Юрать. Маттур! — çирсппĕн каларĕ те салтак тăлăп çухавипе хупланса шăпланчĕ. Ероховкăра пирĕн çулçӳревçĕсем лашана кăшт кантарчĕç, хăйсем чей ĕçкелерĕç те каллех çула тухма васкарĕç, паянах киле çитес терĕç. Яла каç тĕттĕмĕпе, çынсем кăна мар, йытăсем те çывăрма выртнă вăхăтра çитрĕç. Пӳрте кĕрсе Çимун арăмĕпе паллашнă хыççăн салтак çапла каларĕ: — Пăлаки тăхлачă, зпĕ паян иичче патне каймастăп ĕнтĕ, кунтах выртса çывăрасшăн. Сире кансĕрлемĕп-и? Пăлаки хăй ку Тимĕркке таврашне ăçтан тăхлачă тивнине пĕлмест. Ют ялтан качча килнĕ хĕр Тимĕрккен шăл-ле пуррине тĕлĕкре те тĕлленмен. Çавах кĕтнĕ хăна е тăван килнĕ чухнехи пекех вĕтеленчĕ хĕрарăм. — Ара, хăта, çывăр, кунтах çывăр. Çимун тӳшекне сарса парăп, — çапла каларĕ те Пăлаки апат хатĕрлеме пикенчĕ. Тул çутăлсан, Мишша, хăйĕн пиччĕшне курмасăрах, Лешеккине кайса килес терĕ. Урамра вăл Чулçырман тепĕр çыранĕнче ларакан пӳртсем еннелле пăхса тăчĕ. Тимĕркке каеă пуçĕнчен иккĕмĕш пӳртре пурăнать. Ку тĕлтен ун килкартийĕн ăшĕ лайăх курăнать. Ак çенĕк алăкĕ уçăлчĕ. Алăкран хура сăхман тăхăннă çын тухрĕ, аллисене хыçала туса килкартинче утса çӳре пуçларĕ. «Темĕскер самани пирки хăй тĕллĕн калаçать ĕнтĕ Владимир Осокин. Сана, вунă çул иртнĕ пулсан та, çыран урлă пăхсах паллама пулать», — тесе мăкăртатрĕ кĕçĕн Осокинĕ. Трашук Осокина кунĕпе кĕтсе ларчĕ. Каç еннелле тӳ-сеймерĕ, яла анса Чулçырма кĕперĕ урлă каçрĕ те Тăвайккинелле уттарчĕ. Смоляковсен тĕлне çитсе пыратчĕ — çав вахăтра лавккаçă хапхинчен икĕ çын тухрĕç. Пĕри, хура сахман тăхăннăскер, тайкаланать. Тимĕркке мучи иккен. Тепри, кĕрĕк пиншак тăхăнни, урă çын пекех курăнать. Хапхаран иккĕшĕ те алла-аллăн тытăнса тухрĕç. Унччен те пулмарĕ, Тимĕркке мучи сасартăк юлташне пӳлсе хупарларĕ. Хăй хĕрсех тем сăмахлать. Никон Иванч та Никон Иванч текелет. Фальшин иккен кĕрĕк пиншакли. Трашук вара чарăнсах итлесе тăчĕ. Тимĕркке «Сибада Михайлă» тесе кăшкăра пуçларĕ. Çав вăхăтра вырăс Тимеркке мучие, хытă тĕртсе, юр çине йăвантарса антарчĕ. Леш ура çине тăче те каллех юлташĕ патне çывхарчĕ. Халĕ ун сăмахĕсене Трашук уççăнах илтрĕ: «Чим-ха, ан вăрç, Никон Иванчă. Эс Сибада Михайлăн ула лашине ма туртса илтĕн? Тус пул. Мана тĕрĕссине каласа пар… » Малалла мĕн пулнине курсан, Трашук аптрасах ӳкрĕ. Мĕн тăвас? Вĕлерет вĕт ку тискер вырăс Тимĕркке мучие. Пырса хутшăнасчĕ, Фальшинне хăйне чышса антарасчĕ. Çук, йăваш чĕреллĕ ача, хăйĕн тантăшĕсемпе те нихçан çапăçса курманскер, пырса хутшăнмарĕ, ним тума аптраса, иккĕленсе тăчĕ. Фальшин халь ватă çынна тĕртсе мар, чышкипе ăçтан лекнĕ çавăнтан чышса сирпĕнтерет. Леш кашни чышмассерен пĕр месерле, пĕр ӳпне кайса ӳкет. Фальшинĕ урсах кайрĕ, чарăнмасть… Çын пухăна пуçларĕ. Хĕрарăмсем: «Ара, чарăр ку путсĕр вырăса, вĕлерет вĕт Тимĕркке пиччене», — тесе кăшкăрчĕç. Трашук ытла пăлханса кайнипе хăш вăхăтра кунта салтак тусĕ килсе çитнине те асăрхаймарĕ, халь Тимĕркке мучи вырăнне Фальшин хăй чикелене-чикелене хапхана пырса çапăннине асăрхарĕ. Осокин Фальшина, çухаран тытса, ура çине тăратрĕ те хăлха чиккинчен тепре ярса пама хатĕрленчĕ, анчах тата темшĕн çапмарĕ. Ун вырăнне çĕре лач! сурса: — Эс, кивĕ режим катăкĕ, луччă тар кунтан хăвăртрах, атту çакăнтах чунна кăларатăп, — терĕ, вара Фальшина хытă тĕртсе ячĕ. Леш каллех хапхана пырса çапăнчĕ. Тимĕркке мучи, ура çине упаленсе тăнăскер, куçĕпе салтака анранă така пек тĕлĕнсе тĕллесе пăхса тăчĕ. Унтан сасартăк: «Мишша… Салтак, юхтăр мăлаххай! — тесе çухăрса ячĕ те ăна мăйран пырса уртăнчĕ. Çавăнтах сĕлеке юхтарса макăрса ячĕ: — Чим-ха… Атя часрах киле каяр, хаклă хăна. Чим-ха, кунта ман кăмăшка юлнăччĕ», — çавăнтах Смоляков патĕнче юлнă кăмăшкине аса илчĕ, хăй те лавккаçă хапхине пырса танлаттарчĕ. Осокин Трашука асăрхарĕ.. — Кампа та пулин пиччене килне леçсе хăвар-ха, — хушрĕ вăл ăна. — Эпĕ каллех сирĕн патăрта çывăратăп пуль. Халь Виçĕ Якур патне каятăп-ха. Каçхине пуху пухатпăр, — терĕ. Хветюк та кунта чупса килнĕ иккен. Трашукпа Хветюк Тимĕркке мучие аран лавккаçă хапхинчен пăрса çавăтса кайрĕç. «Аçта Мишша? Салтак! Салтак мар вăл — енерал. Дивизи комитечĕн пуçлăхĕ, замана!» — тесе çул тăршшĕпе кăшкăрса пычĕ Тимĕркке мучи. Каç пулсан, вунă-вуник çулхи ачасем, килĕрен чупса, кашни чӳречерен шаккаса кăшкăрчĕç: — Эй, кил хуçи, пухăва пыр! Мишша-салтак салтакран таврăннă. Çĕнĕ хыпарсем каласа парать. Михаил Антонович Осокин çапла яла килсе кĕнĕ-кĕменех пиччĕшĕн ӳсĕр сăмахне пула çĕнĕ ят туянчĕ, паянтан ĕмĕрлĕхе ял çыннисемшĕн Мишша-салтак пулса тăчĕ. Вырăс чăвашсем Çимун Нюрăна кунĕпе шыраса та тупаймарĕ. Ак хăçан Оля каласа панă адреса хут çине çырса хуманшăн ӳкĕнмеллех ӳкĕнчĕ вăл. «Медовая, 10» тенĕ пек астăвать. Темшĕн апла ыйтсан, çынсем кулаççĕ. «Медовая» тесе тăрăхласа калаççĕ иккен пĕр урама. Кайран, мĕншĕн апла каланине пĕлсен, хĕремесленсе кайрĕ. Хулара мĕнпурĕ 14 урам. Кашни вуннăмĕш номере тĕрĕслесе çӳрерĕ вара Çимун. Тепĕр кун ирхине тин тупрĕ. Станци çумĕнчи пĕртен-пĕр урам «Медная» ятлă иккен. Нюра чăнахах çакăнта пурăннă. Больницăра санитаркăра ĕçлекенскер, пĕр медсестрапа пĕрле… Хĕрлĕ гвардие çырăннă. Хальтерех кăна вĕсем пĕр отрядпа Дутова хирĕç çапăçма тухса кайнă. Çавна пĕлсен, Çимуна такам пуçран тукмакпа çапнă пек туйăнчĕ. Юратнă хĕр те Совет влаçне хӳтĕлеме тăнă. Вăл пур — иккĕленсе пурăнать, юрату йĕрĕпе тĕнчере çук урама шыраса çӳрет! Вара Çимун большевиксен комитетне васкарĕ. Кунта га ĕлкĕреймерĕ. Николай Радаев Нюра çырăннă отряда Дутова хирĕç çапăçма командир пулса ертсе кайнă иккен. Халь мĕн тумалла ĕнтĕ? Ыранччен Улькин хваттерĕнчех белянкинсене кăмака хыçĕнче кĕтсе выртмалла. Нюрăна шыраса тупас, Радаевпа курса калаçас ĕмĕтпе Çимун юриех хулана ытти делегатсенчен икĕ кун маларах гухса килчĕ. «Çĕнĕ хуçалăх валли тĕрлĕ вак-тĕвек илмелле», — терĕ вăл кун пирки мучăшне суйса. Вак-тĕвек илсе, Трашукпа ăсатма мар, Трашукне хăйне те ăсатаймарĕ Çимун. Киселев керменĕнчен тухса (большевиксем хулари чи хитре çурта йышăннă), Улькинсен урамĕ еннелле пуçне усса танккарĕ ăнман йĕрлевçĕ. Тинех вăл хула пурнăçне сăна пуçларĕ. Аслă урамра халăх хĕвĕшет. Хула çыннисем пăлханса калаçаççĕ: — Совет влаçĕ пĕтет. — Çук, пĕтме памăпăр. — Оренбург енчен Дутов çывхарать. Кĕçех пирĕн хулана çитсе кĕрĕ. — Çитеймест. Çитме памăпăр ăна. Аслă урама салтаксем — хĕрлĕ гвардеецсем — колоннăпа килсе тухрĕç. Юрă кĕрлеттерсе, станци еннелле харăс утаççĕ вĕсем. Çимун халиччен илтмен юрă юрлаççĕ: Смело, товарищи, в ногу! Духом окрепием в борьбе. В царетво свободы дорогу Грудью проложим себе. Кĕçех тепĕр пысăк мар колонна килсе тухрĕ — хĕçпăшалланнă рабочисем. Кусем тата хытăрах чуна хавхалантарса юрлаççĕ: Вставай, проклятьем заклейменный Весь мир голодных и рабов! Кипит наш разум возмущенный И смертный бой вести готов… Çимун чĕри юрăпа пĕрле кĕрле пуçларĕ. Хулари халăх та ку юрра халиччен илтмен пуль. Халăх пӳртсем çумне кĕпĕрленнĕ. Кашни çын куçĕнче хастарлăх палăрать. Нумайăшĕ, салтаксене ăсатма кайнă пек, колонна хыçĕнчен. утаççĕ. Пӳрт çумĕнче капăр тумланнă икĕ майра калаçса тăраççĕ. — Большевиксен юрри чуна çӳçентерет, — терĕ пĕри. — Улпут хĕрĕ тесе, шанмалли çук сана. Ху та большевиксем майлă çаврăнса ӳкме пултаратăн, — терĕ тепри. — Блок, юратнă Блок большевиксем майлă çаврăнсан, тупата туршăн, эпĕ те çаврăнатăп, — терĕ малтанхи майра, юлташне вăрçтарса. Çимун хăй ăшĕнче: «Блок. Кам-ши вăл Блок? Камран ыйтса пĕлес-ши?» — тесе аптрарĕ. Кайран вăл Улькин хĕрĕнчен, гимнази пĕтернĕскерĕнчен, чăнах та, Блок çинчен ыйтса пăхрĕ. Леш, пуçне каçăртса, куçĕпе маччана тĕллесе мăрăлтатрĕ: — Ах, Блок! Ухмаха ертме пултарать вăл Блок. Ытарайми хитре хĕрарăм поэчĕ вăл, Блок. Çимун ним те ăнланса илеймерĕ. Паян ирхине Трашук вăраничченех хваттертен тухса кайнăччĕ вăл. Çав ăнман урам пирки çапла пулчĕ. Трашукпа пĕр салтак яла таврăнаканскер, ларса кайнă, теççĕ. Кам-ши? «Ухмах! — ятларĕ хăйне хăй Çимун. — Пĕлтĕрхи юра шыраса çӳретĕп… » Тепĕр кунне Белянкинсене араи кĕтсе илчĕ тарăхса çитнĕ депутат. Самара тухса килнĕ чух станцире анархистсем ашкăннине сăнаса, пушшех йĕрĕнсе çитрĕ Çимун. Хресчен депутачĕсене поезд çине ларма большевиксемех пулăшрĕç, анархистсене хăшне-пĕрне арестлесе тĕрмене ăсатрĕç. Пурнăçа çирĕп алăпа йĕркелеме тăрăшнăшăн Çимун большевиксене тата ытларах кăмăлла пуçларĕ. Самара çитсен тин пĕлчĕ Çимун: вăл кĕпĕрнери хресченсен тăваттăмĕш съездне килнĕ иккен. Апрель уйăхĕнчен пуçласа ку таранччен виçĕ съезд пулса иртнĕ. Белянкин кашни съездрах пулнă. Ана кунти эсерсем лайăх пĕлеççĕ. Пĕр япала тĕлĕнтерчĕ Çимуна. Кĕпĕрнере хресчен депутачĕсен хăйсен уйрăм ĕçтăвком пур иккен. Мĕне кирлĕ-ши вăл? Хресчен ытти халăхран уйрăм пурăнасшăн-и? Çимун съездра çынсене сăнаса, тĕрлĕ депутатсем мĕн калаçнине итлесе ларать. Тĕлĕнет вăл: хресчен съезчĕ мар ку, кулаксен съезчĕ. Президиумра сарлака сухаллă, пиншак айне жилетка тăхăннă мăнтăр çынсем те, шурă кĕпе çухи айне галстук çыхнă хыткан делегатсем те пур. Мĕнпур калаçăвĕ вара — тырă пирки. Хулана тырă парасшăн мар Белянкинсем. Съезда ертсе пыраканнисем Белянкинран та пуçтахрах. Сылтăм эсерсем. Кусем те пĕр тĕрлĕ анархистсем пулса тăчĕç Çимун шухăшĕпе. Хулана тырă памасан, мĕн пулать вара? Хресченсем тутă пурăнĕç ĕнтĕ, рабочисемпе салтаксем мĕнле? Россия патша-лăхĕ пĕтет вĕт ун пек. Пĕтĕм патшалăхра йĕркелĕх тăвасшăн ним чухлĕ те шухăшламаççĕ эсерсем. Ирхи лару пĕтсен, Çимуна пĕр çын чарса тăратрĕ. — Эсир Куçминкка вулăсĕнчи Каменка ялĕнчен-и? — ыйтрĕ вăл унран вырăсла. Пысăк мар, хыткан, хăмăр куçлă, сарă уссиллĕ çын. Палламан çын. Анчах хăй Çимуна палларĕ пулать. — Чим-ха, эсĕ Мăрзабай Тимушĕн ывăлĕ Çимун мар-и? — терĕ вăл чăвашлах хавасланнă сасăпа. — Мана палламастăн-и? Тайман Сахарĕ эпĕ. — Сахар пичче! — хавасланса ӳкрĕ Çимун та. — Сана паллама та хĕн. Хитре сарă сухаллуна хырса тăкнă эсĕ, çавăнпа паллаймарăм. Пĕлет Çимун: Тайман Сахарĕ унăн ашшĕн чи çывăх гусĕ пулнă, çавăнпа вăл тӳрех чуна тарăхтаракан япаласем çинчен калаçа пуçларĕ. Сахартан канаш ыйтнă пек калаçрĕ. — Сана эпĕ, Çимун, ху пуян çемьерен пулин те, аçуна шаннă пекех шанатăп, — терĕ вара ăна хирĕç Тайман Сахарĕ. — Аçу пурăннă пулсан, халь пĕртте иккĕленмĕччĕ вăл — ун чухнех пупсене юратмастчĕ, турра ĕненместчĕ. Халăх мĕскĕн пурăннăшăн тарăхатчĕ… Атя-ха, кайса апатланар, кайран вара сана вырăс чăвашсемпе наллаштарăп. — Пирĕн пата хăна çуртне каяр, ман шăрттан пур, — терĕ Çимун. — Шăрттан çиес килет, анчах сирĕн пата, эсерсен йăвине, каймăпăр. Унта чăвашла калаçсан та, пире илтекенсем пулĕç. Чăвашран та эсерсем сахал мар. Пирĕн столовăйра большевиксен апатне çисе кур. Вара хула çынни мĕнле пурăннине лайăхрах туйса илĕн. Сан валли талон пур ман. Апатланнă чух Сахарăн Çимун валли канашсем те тупăнчĕç: — Пуян çемьерен тесе ан иккĕлен. Мучу сана пăхса ӳстернĕ ĕнтĕ, çапах та санăн хăвăн пуçу пур, — терĕ вăл. — Лешеккинчи тиечук ывăлне пĕлетĕн-и? Тĕлĕнтерем сана: вăл — большевик. Сирĕн халь тата унта çĕнĕ пуп — Мостовский Петр Сергеевич пур. Çавăн ывăлĕ те — большевик. Таса кăмăллă çынсем, пирĕн политикăна ăнланса çитсен, пурте большевиксен партийĕ хыççăн кайĕç. Съезда ан кай урăх. Унта мĕн калаçасси, мĕнле решени йышăнасси пирĕншĕн тахçанах паллă: «Хулана тырă парас мар. Совет влаçне пăхăнас мар. Учредительни собрани влаçĕсĕр пуçне урăх нимĕнле влаçа та йышăнас мар». Акă мĕнле калаçаççĕ вĕсем. Хресчен ĕçтăвкомĕнчи сылтăм эсерсем çавăн пек резолюцие малтанах хатĕрлесе хунă. Ку съезда — кулаксен съездне — эпир хамăр йышăнмастпăр. Кĕçех большевиксем пуçарнипе урăх съезд пухăнать — чухăнсен, вăтам хресченсен съезчĕ. Халлĕхе ăна ирттерме ерçеймерĕмĕр-ха. Пĕтĕм вăя Дутова хирĕç тăратмалла пулчĕ. Паян-ыран тата тепĕр пысăк отряд Оренбург еннелле ăсанмалла. Эпĕ те çав отрядпа каятăп. Вĕсем çапла калаçса ларнă хушăра Тайман Сахарĕ патне пĕр çын пырса кайрĕ. Калаçнă чух çынни ăна товарищ Тайманкин тесе чĕнчĕ. Каярахпа Çимун унран: — Сирĕн хушамат тĕрĕссипе мĕнле пулать, Сахар пичче? Кунта сана Тайманкин теççĕ, Рамаш хăйне Тайманов тесе çырать, — тесе ыйтрĕ. Ывăлĕ пирки асăнсан, Сахар куçĕ ялтăртатса илчĕ. — Рамаш çапла çырать тетĕн-и? Кам патне çырать, ăçтан çырать, мĕн çырать? Çухатнă вет эпĕ ăна! Çимун Рамаш пирки хăй Трашук урлă мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Тайман Сахарĕ малтанах лара-тăра пĕлми савăнчĕ, каярахпа кулянса калаçрĕ: — Пасарлăялта çемье темле пурăнать ĕнтĕ. Тăлăха юлнă килйыша Чулçырмана куçарасчĕ те… Тăван ялта çапах та çăмăлрах пулĕччĕ. Иккĕмĕш арăм манăн — Лисук — Селĕп Кириле йăмăкĕ. Чулçырмара тăванĕсем пулăшĕччĕç ăна. Халĕ Рамаш та çемьене пулăшаймасть пуль çав. Калаçнă хушăра Тайман Сахарĕ сылтăм аллипе янахне шăлса турткаларĕ. Çимун, çавна асăрхасан: — Сухаллуна нумай пулмасть хырнă пуль, Сахар пичче. Пӳрнӳсем халĕ те çук сухала ачашлаççĕ, — терĕ. — Хĕ-хĕм, — тесе кулчĕ Сахар та, — сухал хырни икĕ çул çитсе пырать, пӳрнесем авалхи йăлана ниепле те манаймаççĕ. Халăха та, çавăн пекех, авалхи йăласене пăрахтарса çĕнĕпурнăç йĕрĕ çине куçарма хĕн çав… Каçхине Тайман Сахарĕ Çимуна вырăс чăвашсемпе паллаштарчĕ. Вокзал çывăхĕнче, пĕр тăлăх карчăк патĕнче, пĕчĕк пӳртре пурăнаççĕ вĕсем. Икĕ пĕртăвана çапла ят панă Самар чăвашĕсем. Асли Алексей Васильевич ятлă, кĕçĕнни — Андрей Васильевич. Хушамачĕ Самарин пулать. Хăйсем вырăс, пурпĕр чăвашла чăвашран та таса калаçаççĕ. Калаçни кăна мар, хăйсене хăйсем чăваш тесе çӳреççĕ тата. Алексей фронтранах большевик пулса таврăннă, кĕçĕнни, учительте ĕçлеиĕскер, эсертан тухса, пиччĕшĕ хыççăн кайнă. Халĕ вăл та большевик. Çак икĕ «вырăс чăвашăн» историне Сахар Çимуна малтанах каласа пĕлтерчĕ. Хыр вăрманта, Самар юханшывĕ çинче, Ками-Сарма ятлă чăваш ялĕ ларать. Çав яла тахçан пĕр вырăс тимĕрçĕ пырса кĕнĕ, пырса кĕнĕ те çавăнтах пурăнма юлнă. Ками-Сармара унччен тимĕрçĕ пулман. Чăвашсем вырăса ялта юлма йăлăнса ӳкĕтленĕ. Тавралăх хитре пулнăран, ял çыннисем кăмăла кайнăран — килĕшнĕ вырăс. Халăх ăна Самар шывĕ хĕррине тимĕрçĕ лаççи туса лартма пулăшнă. Çынсен ырă кăмăлне манман вырăс, хăй те вăй çитнĕ таран чухăн пурăнакан халăха пулăшнă: кивçенле ĕçленĕ, ытлашши чухăн çын валли укçасăр ĕçлеме те хатĕр пулнă. Шутсăр юратса пăрахнă ял çыннисем çак ырă кăмăллă вырăса. Хĕр шыраса ялтан тухса ан кайтăр тесе, ăна хăвăртрах авлантарма тăрăшнă. Хĕрне çавах вăл хăех тупнă: пĕррехинче тимĕр-тăмăр таврашĕ сутма хула пасарне кайнă та пасартан пĕччен мар, иккĕн ларса килнĕ… Вырăсăн чăн-чăн хушаматне никам та тĕплĕн пĕлмен. Кам та пулин ыйтсан, вăл кулса: «Самар шывĕ хĕрринче пурăнатăп — Самарин пулатăп ĕнтĕ», — тенĕ. Çапла Ками-Сарма тимĕрçи таврари çынсемшĕн Самарин пулса кайнă. Ачисене те кӳршĕ ялта тĕне кĕртнĕ чух Самарин тесе çыртарнă. Темле «айăпшăн» влаçсенчен тарса пурăннăран çапла хăтланнă иккен вăл. Икĕ ывăл ачине тимĕрçĕ мĕнпур вайне хурса вĕрентме тăрăшнă. Ӳссе çитсен, аслине салтака илсе кайнă, кĕçĕнни учительте ĕçленĕ. Чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ вырăс ачисем чăвашла чăваш пекех калаçма вĕреннĕ. — Вырăсла кăшт самайрах калаçма вĕреннĕ чăваш вырăс хушшинче хăй чăвашне палăртма хăрать, эсир, вырăс пулин те, чăвашран йĕрĕнместĕр. Сире уншăн чăваш çĕршывĕнче халех палăк лартас пулать, — сăмах хушрĕ Çимун паллашнă хыççăн. Икĕ вырăс чăваш сассисене дуэт юрланă чухнехи пек кйлĕштерсе ахăлтатса кулса ячĕç. Вĕсем яланах çапла: пĕр-пĕр сăмах калас умĕн малтан ахăлтатса кулса илеççĕ. Кулса лăпланнă хыççăн тин сăмах пуçлаççĕ, сăмах хушшинче каллех хушăран ха-ха! тени илтĕнкелет. — Вырăсăн чăвашран мăшкăлласа кулас йăла ĕлĕк чăнах та тĕл пулкалатчĕ. Çав йăла пире малтанах йĕрĕнтерчĕ. Эпир вара шăллăмпа, хамăра хамăр чăваш тесе, çав йăлана хирĕç протест тăватпăр. — Чăвашла таса калаçатăн, çапах «протест» сăмаха вырăслах çавăрса хутăн-ха! — Пичче салтакра нумай пурăнса чăвашла калаçма мана пуçланăччĕ. Эпĕ ăна çĕнĕрен вĕрентрĕм. Тепĕр тесен, «протест» сăмах вырăс сăмахĕ те мар вăл, ют чĕлхерен кĕрсе вырăсланнă. Халĕ ăна чăвашлатас пулать, — терĕ кĕçĕнни. — Алексейпе Андрей, чăнах та, чăвашран та чăвашрах ĕнтĕ, — терĕ халиччен сăмах чĕнмесĕр ларнă Тайман Сахарĕ. — Иван Васильевич вĕсене чăваш салтакĕсем хушшинче ĕçлеттерет. Нумай чăваша большевиксем енне çавăрчĕç вĕсем. — Алексей Васильевич, Андрей Васильевич, Иван Ва-сильевич, — тĕлĕнчĕ Çимун. — Виççĕшĕ те пĕртăван-и вĕсем? Лешĕ те вырăс чăваш-и? — Çук, лешĕ Самарин мар, Воробьев. Вырăс мар вăл, чăн-чăн чăваш. Хăй китай çынни е яппун çынни сăнлă. Кусем, куратăн, епле хитре, яштака çынсем. Лешĕ пысăк мар, çинçешке этем. Пăхма — çитĕнмен каччă пек, пуçĕ вара… Аслă та пысăк вĕреннĕ çын ĕнтĕ. Ăна Куйбышев юлташ питĕ хисеплет. Хăвах курăн. Ыран паллаштарăпăр. Тайман Сахарĕ çапла калаçса ларнă вăхăтра Çимун вырăс чăвашсене сăнаса ларчĕ. Чăнах питĕ хитре, кĕрнеклĕ йĕкĕтсем. Иккĕшĕ те пĕр сăнлă, кăвак куçлă çырă çынсем. Çапах расналăхĕ те пур. Кĕçĕннин пичĕ-куçĕ тăсăкрах, пĕвĕ вăрăмрах. Асли кăшт лутрарах, патвартарах. Пичĕ-куçĕ, шăллĕпе танлаштарса пăхсан, кăшт лапчăннă пек. Чылайччен калаçса ларчĕç çак каç вĕсем пĕчĕкçĕ пӳртре. Çимун «хресчен» депутачĕсем вырнаçнă çурта таврăнмарĕ, çывăрма кунтах, вырăс чăвашсем патне юлчĕ. Анчах вĕсемпе пĕрле Дутова хирĕç çапăçма хăй те часах тухса каясса сисмерĕ-ха вăл. Сурхури Чулçырмара шурă та таса лăпкă хĕл кунĕсем тăраççĕ. Çулла кунта шурăмпуç палăрнă-палăрман урам мĕкĕрме, мекеклетме, кĕмсĕртетме тытăнатчĕ. Анкартинче те, хирте те, вăрманта та тĕрлĕ сас-чӳ янăратчĕ. Халь пур çĕрте те шăп. Шартлама сивĕ ир. Тавралăх шап-шурă. Йăмра тураттисем, лупас таврашĕнчи улăм пĕрчисем пас тытнипе шуралса хулăнланнă. Шурă мăрьесенчен шупка тĕтĕм тухса пĕлĕте кармашать. Сăрă çерçисем хушшинче сарă пĕсехеллĕ кăсăясем чĕвиклетеççĕ. Хĕллехи хăнасем, çулла ялта мар, вăрманта та кураймăн вĕсене. Сивĕтсен, вăрман çимĕçĕ юр айне пулсан, çак çунатлă пĕчĕк чĕрĕ чунсем этем çывăхне вĕçсе килеççĕ. Кăнтăрла виç-тăватă пуян хапхи яр уçăлать. Хапхаран лаши-сурăхĕ черетлĕн кĕпĕрленсе тухаççĕ. Пĕлĕте кармашнă пусă тараси чĕриклетсе пуççапма тытăнать. Пуян çапла шăварать выльăхне. Чухăнраххисем йышлă мар выльăха çăл валашкинчен те, лахханран та, витререн те шăвараççĕ. Ача-пăча катаччи ярăннă çĕрте шавлакалать. Урăх сас-хура илтĕнмест хĕллехи ял урамĕнче. Мишша-салтак хăйĕн кăмăшка сăрăхтаракан пиччĕш патне каймарĕ, çакăнтах, Пăлаки патĕнче, Трашукпа пĕрле Çимуна кĕтсе пурăнчĕ. Çимунĕ раштава та таврăнмарĕ. Пăлаки вĕçсер хуйхăрса ахяатать. Хăйĕн ăшĕнче тарăн хуйхă пытарнă хĕрарăма Трашук та, Мишша-салтак та лăплантараймаççĕ. Вырăс йăлипе хĕллехн чăн пысăк та чаплă праçник — раштав. Чăваш Христос çуралнă куна пачах хисеплемест теме çук. Ялта раштав çитсен тĕллĕн-тĕллĕн арçын ачасем тул çутăлличченех килĕрен çӳресе раштав юрри пĕли-пĕлми юрлаççĕ («Рашство твоя кристепошнаш»)… Тул çутăлсан, пуянрах пурăнакансем какай пельменĕ, чухăнсем улма пельменĕ е çăмах пĕçерсе çиеççĕ. Кăнтăрла мăн хĕрсемпе каччăсем кунĕпе хĕвелçаврăнăш тĕшĕлеççĕ. Чулçырмара престол праçникĕ — хĕллехи микула — раштавран чаплăрах иртет. Çапах микули те раштав пекех чиркӳ праçникĕ, урăхла каласан, вырăс праçникĕ. Чăвашăн хăйĕн хĕллехи праçник пур, авалхи праçник — сурхури. Питĕ пысăк праçник вăл — çут тĕнчери чăн хăватлă, чăн авалхи турă — хĕвел — çĕнĕрен çуралнине пĕлтерекен уяв. Çав праçник ятне теме курса панă чăваш халăхĕ. Сурăх ури, сурхури тенĕ. Тен, ĕлĕк-авал чăваш халăхĕ вăрманта мар, хир енче пурăнса сурăх нумай ĕрчетнĕ пуль. Тен, сурăх ури — юратнă какай, чаплă сăй пулнă пуль. Тен, сурхури праçникĕ те мĕскĕн хаяăх çителĕклĕ, тутă пурăнăç пирки ĕмĕтленнине кăтартнă пуль. Кам пĕлет. Ана ваттисем те манса пĕтнĕ. Халĕ чăваш, сурхури çитсен, сурăх тислĕкĕ евĕрлĕ йăва пĕçерет. Хĕрсем, çĕрле сурăх витине кĕрсе, пĕр-пĕр сурăха кайри ураран тытма тăрăшаçсĕ. Хура сурăх тытсан, хĕр каччи хура пулать, шурă сурăх тытсан, сарă качча каять вăл. Елĕк-авал сурхури праçникне чăваш хĕллехи микула иртсен виççĕмĕш эрнекун тунă, теççĕ. Çапла пулнă пуль. Каярах сурхурине чăваш хушшинче тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ вăхăтра палăртма пуçланă. Хăшĕ раштав кунне сурхури тенĕ, хăшĕ — çĕнĕ çул каçне, хăшĕ — çĕнĕ çулпа крещени хушшинчи эрнене, хăше тата — крещени каçне çеç. Чулçырмасем сурхури праçникне çĕнĕ çул каç тăваççĕ. Кăрлач сивви кăçал раштавчченех пуçланчĕ. Паян та шартлама сивĕ кун. Каç енне тата хытăрах сивĕтсе пăрахрĕ. Тĕнчене кисрентернĕ пин те тăхăрçĕр вунçиччĕмĕш çул иртсе каять. Юлашки каç. Тĕнче кисреннĕ ĕнтĕ, анчах Чулçырмара пурнăç лăпкă-ха. Ыран Çĕнĕ çул. Малашне яла та кисрентерекен вунсаккăрмĕш çул пуçланать. Çыннисем сисеççĕ-ши çавна? Сисекеннисем те пур. Осокин хулана кайма хатĕрленет. Большевиксен уес комитечĕ чĕнсе илнĕ ăна. Мĕнле ĕçпе чĕнтернине Осокин чухлать. Вăл Самарта чухнех паянхи лару-тăру пирки Тайман Сахарĕпе тĕплĕн калаçнăччĕ. — Манăн та Дутовсене хирĕç çапăçма вăхăт çитрĕ ĕнтĕ, — терĕ вăл Трашукпа калаçнă чух. — Тен, яла килмесĕрех кайнă пулăттăм та — эс чăрмантартăн мана, тăруках кӳлнĕ лашапа куç тĕлне пултăн. Ыран мĕн пуласса Мăрзабай та сисет пуль, мурçиеш. Пуçĕ пăтранса кайнăскер, вăл пĕчченех шалти пӳлĕмре пĕчĕккĕн-пĕчеккĕн кăмăшка сăрăхтарса ларать, такампа калаçать хăй, тем мăкăртатать, такама юнаса илет. Çапах шухăшĕ пĕр йĕрпе пыма тăрăшать унăн: «Иртнĕ çул, пăтранчăк çул иртрĕ, пĕтрĕ. Çапла-и? Çук, суятăн. Çул мар, тĕнче пĕтсе килет. Светопреставление теççĕ вырăссем. Пре-ставление, пред-ставление. Чипуха! Чăваш вăйлăрах каланă: ахăр! Ахăрсамана. Урса кайнă, йĕркерен гухнă самана. Çапла мар-и? Çапла. Тĕнчи-самани урлă-пирлĕ те пуçхĕрлĕ пăтăрмашланнă. Виçĕ Якур власть пуласшăн. Тамаша! Питĕрте Ленин. Чулçырмара Виçĕ Якур. Ленин. Кам вăл Ленин? Чăвашсен тусĕ терĕ Çимун. Суять Çимун, суеçĕ, ултавçă вăл. Улталарĕ мана: раштава та, Çĕнĕ çула та киле таврăнмарĕ. Белянкинсем тахçанах таврăннă, вăл, путсĕр çын, большевиксен евчи, таврăнмарĕ. Эй, çăва патне Çимуна!.. Питĕрте Ленин. Оренбургра Дутов. Кам вăл Дутов? Атаман. Унăн йĕмĕ хĕрарăм кĕпи пек — хĕрлĕ хăмачлă. Шанмастăп зп сана, Дутов. Эс казаксен атаманĕ. Емĕрнех мужика кураймастăр эсир, казаксем. Эпĕ мужик. Чим-ха, кам каларĕ Мăрзабай мужик тесе? Мĕн вара? Мужик ĕнтĕ эп, улпут мар, казак мар. Хресчен эп. Крестьянин. Кресть-янин, хрнстианин. Христ… стоп! терĕ пĕр вырăс. Вырăс? Фальшин — вырăс. Ухмах вăл Фальшин. Пупĕ те ухмах. Большевиксене антихрист теççĕ. Çук, анти мар, христсем вĕсем, Христоссем. Тупата туршăн, Христоссем. Пурне те тан тăвасшăн, пĕр çăкăрпа пилĕк пин çынна тăрантарасшăн. Тăрантарĕç те! Шывран эрех тăваймĕç-и тата? Шывран эрех. А ман Тимук çăкăртан эрех тăвать. Путсĕр, ирсĕр çын. Çавă антихрист мар-и? Чим-ха… Болыневнксем Христос пек-и? Е Христосĕ большевик пулнă-и? Христос — большевик. Вот пупсене, фальшинсене çапла каласчĕ… Суятăн, Мăрзабай, Христос ĕмĕрне те болыпевик пулман вăл. Ухмах эс, Мăрзабай. Ан ĕç урăх. Ан ĕç тесе кам каларĕ? Пурпĕрех ĕçеп. Пысăк хуйхă ман пуçа çиет. Çимун мана пăрахса кайрĕ. Назар çухалнă. Хăйĕн генералĕсемпе пĕрле çухалнă, пĕтнĕ вăл. Назар пĕтсен, Мăрзабайăн ăрăвĕ те пĕтет… Çимун Мăрзабаях мар çав вăл. Пурпĕрех вăл та пĕтет… » Çав вăхăтра хапха умĕнче ачасем шавлани илтĕнчĕ. Акă такмак каланă пек юрлама тытăнчĕç. Мăрзабай чӳрече патнех пырса итлесе тăчĕ. Мучи, пире кĕртетни? Кĕртмесессĕн, каятпăр… Кĕртет, кĕртет, ан кайăр. Кинемей, пире кукăль пар. Паратни те памастни? Кукăль парсап, каймастпăр… Парать, парать, ан кайăр. Çавах ачисем Мăрзабай хапхинчен кĕмерĕç. Пĕри, шухăраххи, юлашкинчен чӳречеренех кăшкăрчĕ: «Сурхури!.. Сурăхсем путек туччăр, арăмсем ача туччăр, хĕрсем хĕсĕр пулччăр!» Вара ача кĕтĕвĕ шавласа-кулса пуян пӳртĕнчен пăрăнса кайрĕ. Мăрзабай сасартăк çилленсе ӳкрĕ, алăк уçса, тулти пӳртелле кăшкăрчĕ: — Эй, кам пур унта? Тавăрăр ачасене! Кукăль парăр, йăва парăр, кĕрпе-çу парса ярăр! Тулти пӳртре сас-хура пулмарĕ. Вара ватăла пуçланă Мăрзабай макăрса ячĕ. Пĕччен вăл çут тĕнчере. Пĕччен! Килтисем ăна пăрахса кайнă. Ял ачисем ун патне кĕме те хăраççĕ. Çимун улталарĕ. «Эх, Назар! Аçта эсĕ, Назар? Таврăн киле! Эс чурăс хурăнварсене хунăшăн ӳпкелешмĕттĕм тек… » Сурхури-çке паян. Сурхури каç макăрма юрамасть. Мăрзабай, чышкипе куççульне сĕркелесе, тепĕр курка кăмăшка шаплаттарчĕ те юмăç пăхас терĕ. Пĕррехинче Мăрзабай хуларан оракул — юмăç пăхмалли кĕнеке илсе килнĕччĕ. Çав кĕнекене арчаран туртса кăларчĕ вăл халь, шкапра тахçанах хатĕрлесе хунă урпа пĕрчине шыраса тупрĕ. Кĕнеке хуплашки çинче — ӳкерчĕк: çаврашка варрине пĕр ухмах пуçне кĕртсе лартнă. Урпа пĕрчине çӳле çĕклесе, çав ухмах çамки çине патлаттарса ӳкерчĕ Мăрзабай. Урпа пĕрчи сиккелесе пĕр йĕр çине кайса ӳкрĕ. Çирĕм çиччĕмĕш номер. Кĕнекине уçса, номерне шыраса тупрĕ Мăрзабай, вуларĕ: «Сан ăраскалу — хăвăн аллунта». «Эй, ухмах, суятăн эсĕ. Араскал çук Мăрзабайăн — хăй аллинче те, çын аллинче те», — тесе кĕнекине çурса тăкма пикеннĕччĕ Мăрзабай — тулти пӳртре алăк шаклатрĕ. Вара вăл пĕчĕк ача пек хăраса ӳкрĕ те кĕнекине хăй айне хĕстерчĕ. Наçтук килсе кĕчĕ, тӳрех арча патне пычĕ. — Мĕн кирлĕ сана унта, хĕрĕм? — ыйтрĕ ашшĕ. — Оракул кирлĕ. Кĕтерипе юмăç пăхас тетпĕр. Юмăç пăхмалли каç вĕт паян, атте. — Сансăрах пĕлеп, — çиллессĕн мăкăртатрĕ ашшĕ. — Çуккă оракул. Сутса ятăм эп ăна, суять вăл, вырăс юмăçĕ. Ав, витене кайса сурăх тытăр. Сана тытмасан та юрать, сан каччу сарă. Наçтук- тутине пăрса тухса кайрĕ. Мăрзабай тăчĕ те тĕрлĕ шухăшпа тарăхнă мухмăр-сухмăрла чунне кĕнеке çурса кантарчĕ. Лешеккинчи хĕрсем те кĕçĕр юмăç пăхрĕс, хапха урлă пушмак е кĕççе атă парахса, хăш еннелле качча каяссине сăнарĕç. Оля çеç ниçта та тухмарĕ. «Ман юмăç пăхас вăхăтсем иртсе кайрĕç, арăм пулнă эпĕ, Рамаш. арăмĕ», — тесе шухăшларĕ те Рамаш патне çыру çырма ларчĕ. Оля пĕчĕккĕ чух шкула виçĕ çул çӳрекеленĕ. Ытла шухă хĕрача пулнипе вăл начар вĕреннĕ, арçын ачасемпе çапăçнăшăн пĕрре çеç мар чĕркуççи çинче ларса та, кĕтесре ура, çинче тăрса та курнă. Шкула çӳреме пăрахнă хыççăн алла хут-кĕнеке тытса курман. Рамашпа паллашнăранпа вăл çырма çĕнĕрен вĕренчĕ тейĕн. «Ах, Рамаш, Рамаш! — йĕрке хыççăн йĕрке чĕрмелет вăл кĕçĕр. — Тухса кайнă чух — таврăнатăп, туй тăвăпăр, çĕнĕ кĕпер хывăпăр терĕн. Таврăнас вырăнне таçта, тĕнче хĕррине, кайса ӳкрĕн. Упкелешместĕп, тунсăхланипе тарăхатăп. Чĕн мана, Рамаш!.. Çĕпĕре çити çуран кайăп, пăлан пулса чупăп, кăвакарчăн пулса вĕçĕп. Чĕн кăна. Пĕчченех юлатăп-çке кунта. Илюша кукка хыççăн Дутова хирĕç çапăçма каясшăн. Пĕр пуçа илнĕ япалана тăватех ĕнтĕ вăл… » Чулçырмара вĕт-шакăр ачасем, каччăсем, хĕрсем ыран мĕн пуласса сисмеççĕ, пĕлмеççĕ, паянхи савăнăçпа çуйăхаççĕ. Ачалăхпа çамрăклăх савăнăçĕ култарать, выляттарать, юрлаттарать вĕсене. Хĕрсем ыранхи каçран пуçласа крещеничченех, пилĕк каç, çĕрĕ ярса юрлĕç. Хăйсен шăпине шывлă витрере çĕрĕ шыраса, çĕрĕ кăларнă чух юрланă юрра сăнаса пĕлме тă-рăшĕç. Паян та вĕсем малашлăха тĕпчесе пăхаççĕ — хăшĕ сурăх ури тытса, хăшĕ кĕлетке туса, хăшĕ тата чăх тытса… Кĕçĕр Шалтикăспа Тĕплĕ урам хĕрĕсем Ăльтук акка патне пухăнса ларнă. Каччисем те пухăннă, хăшĕ хутаç, хăшĕ такмак çакса пынă. Урамра вĕсене вĕт-шакăр ачасем кĕтсе тăраççĕ. Зар Ехим хул урлă сарă такмак çакнă. Туй пуçĕ пек тапăртатса мала, Альтук акка патне, пырса тăчĕ вăл. — Вăхăт çитнĕ, кайăр ĕнтĕ. Кĕрпе, пăрçа, çу ытларах пухса килĕр, кашăк илсе килме ан манăр, — терĕ Альтук акка. Каччăсене кнлĕрен çӳреме ăсатрĕ, хĕрсене чугун, куршак, чашăк илсе килме кăларса ячĕ. Йăли çапла: малтан арçын ачаеем кашни киле кĕрсе сурхури юрри юрлаççĕ, вĕсене хуçисем кукăль, йăва парса яраççĕ. Кайран каччăсем вĕсен йĕрĕпе кĕрпе, çу пуçтарса çӳреççĕ. Хветюк сурхури юрлама пĕлнĕрен Зар Ехим ăна ачасемпе ăсатрĕ. «Эсĕ, вĕт-шакăр атаманĕ пулса, сурхури юрласа пирĕншĕн çул уçса пырăн» — терĕ вăл. Хветюкĕ килĕшрĕ, анчах пуян килне кĕместпĕр, пуян пăттине çиместпĕр терĕ. Каччăсем, урам тăрăх çӳресе, тулли хутаç-такмаксемпе таврăнсан, хĕрсем тулти пӳртре пăтă-нимĕр пĕçерме пикенчĕç. Каччăсем шалти пӳрте кĕрсе ларчĕç. Кун пек чух каччăсем вĕт-шакăра киле хăваласа яратчĕç. Паян вĕсене Хветюк хӳтĕлерĕ: «Пурте пĕр кĕтесре шăппăн ларăр. Шатра Микка юмах яма килет», — терĕ. Шатра Микка — юмах ăсти — чăнахах килчĕ. Сурхури апачĕ пиçиччен пĕр вунă юмах ярса парать вăл. Кĕтери Хветюка тулти пӳрте чĕнсе илчĕ те, пăшăлтата-пăшăлтата, ăна таçта ăсатса ячĕ. Трашук сурхури вăййине кайма шутламарĕ. Кĕçĕр вĕсем Пăлаки патĕнче Мишша салтакпа лараççĕ. Осокинăн ыран хулана тухса каймалла. Пăлаки те вĕсене сурхури пирки астутармарĕ: иккĕшĕ пит кăмăллăн калаçса лараççĕ. Мишша салтак хăйĕн çамрăк тусне Ленин пурнăçĕ çинчен, Карл Маркспа Фридрих Энгельс çинчен каласа парать, «марксизм», «пролетариат» сăмахсем мĕне пĕлтернине ăнлантарать. Тен, ирчченех калаçса ларĕччĕç вĕсем, кĕç кĕтмен çĕртен Хветюк пырса кечĕ. Трашука сурхури пăтти çиме чĕнес шухăшпа килиĕ иккен вăл. — Çук, çук, Хветюк, пымастăп. Пирĕн ĕç пур паян, — терĕ каччă. Мишша салтак урăхла шухăшларĕ. — Сурхури пăтти тетĕн? Мĕнле унта сирĕн сурхури фронтĕнче? Каласа пар-ха пире те? — ыйтрĕ вăл ачаран. — Мĕн мĕнли… Хĕрсем пăтă пĕçереççĕ, каччăсем юмах итлесе лараççĕ, Шатра Микка юмах çаптарать, — терĕ Хветюк. Хăй çавăнтах «хулăн» сасăпа Миккана витлесе илчĕ: — «Пурăннă, тет, пĕр патша… » — Ну, артист эс, ача, — терĕ Осокин, кулса. — Елĕк сурхури пăтти çинĕ чух пуян каччăсемпе чухăн каччăсем çапăçатчĕç. Халь менле? Çапăçмастăр-и? — Пирĕн урамра пуян каччăсем çук. Хаяр Макарпа Мăрзабай ывăлĕсем ялта пурăнмаççĕ. Вунă пуян каччă пулсан та, ирĕк памăпăр вĕсене. Парăнмăпăр. Халь Совет влаçĕ, — юрккăнланса хуравларĕ Хветюк. — Маттур! — терĕ салтак, ура çине тăрса. — Атя-ха, Трашук, эпир те юмах кайса итлер. — Ара, кайăр, кайăр, — хĕпĕртесе ӳкрĕ Пăлаки. — Эсĕ те каччă вĕт, Мишша хăта. Пирĕн пата сурхури ачисем килмерĕç. Этем йĕркинчен тухрăмăр пулать. Шалтикассем пире маннă. Малтикассем йышăнмаççĕ. Таçта анкартисем çумĕнче пурăнатпăр та… Кил-ха, Хветюк, кĕрпе парса ярам. Пирĕн сурăхсене те ан манăр. — Ай, Пăлаки инке, кĕрпе унта килес çул пăтă пĕçермелĕх те çителĕклĕ. Иăва, кукăль парсан, илсе каятăп, — терĕ Хветюк. Çавăнтах: «Инке, пире кукăль пар. Парать, парать, ан кайăр», — тесе, салтака култарса ташласа илчĕ. Пĕр хутаç кукăльпе йăва нарса ячĕ Пăлаки Хветюка, Трашука икĕ кашăк тыттарчĕ. Каччă илесшĕн марччĕ, анчах Мишша салтак: «Ил, ил. Сурхури пăтти çиме кирлĕ пулать. Халăх йăлинчен эпир те юлмăпăр», — терĕ те, хăех пĕр кашăкне илсе атă кунчине чикрĕ. «Пурăннă, тет, пĕр патша», — тесе çĕнĕ юмах пуçланăччĕ Шатра Микка кусем Альтук аккан шалти пӳртне пырса кĕнĕ чух. Мишша-салтака курсан, юмахçă сăмахлама чарăнчĕ. Пурте салтак еннелле çаврăнса пăхрĕç. — Ырă каç пултăр, каччăсем, пирĕн килес, — терĕ Осокин, кăмăллăн кулса, — Трашукпа иксĕмĕре йышăнатăр-и? Эпир те каччăсем вĕт. Сире юмах итлеме чăрмантармăпăр. — Килĕрех, Михаил Антончă, иртсе ларăр, хăна пулăр, тĕпеле иртĕр, — пуриншĕп те саламларĕ юмахçă. — Юмах итлеме килтĕмĕр, Никифор Иванович, — терĕ салтак çывăхраххисене алă парса тухнă хыççăн. — Сана юмах ăсти теççĕ. Патша мĕнле пурăнни çинчен каласа пар ĕнтĕ… Шатра Микка хăйне çын вырăнне хурса «Иванович» тенĕшĕн пăлханнипе именсех ӳкрĕ, мĕнле юмах пуçланине те манса кайрĕ. Кăшт ӳсĕркелесе лăпланнă хыççăн çапах та вăл йĕре ксчĕ: — Пирĕн юмах вĕçĕмсĕр вăл. Сун та суй. Çамрăксене йăпатас тенипе çеç суйса ларатăп. Эсĕ пире тĕрлĕ çĕрте çӳресе пурнăçра ху мĕн-мĕн курнисене каласа кăтарт-ха. Пирĕншĕн темле юмахран та хаклă пулĕ. Осокин, çак сăмаха çеç кĕтсе ларакан çын пек, пĕр турткаланмасăрах: — Юрать. Эпĕ те сире нĕр юмах ярса парам эппин, — терĕ. — Пурăннă, тет, пĕр патша, — Микка пекех пуçларĕ вăл юмахне. Шăпланнă ачасем пĕрне-пĕри куç.ран пăхса илчĕç. — Патши Микулай ятлă пулнă, халăх ăна «Юнлă Микулай» ят панă… Тулти пӳртре хĕрсем пăшăлтатаççĕ: — Мишша салтак килнĕ. — Кам вăл? Ют ялсем-и? — Арлă пуçпа мĕн туса çӳрет вăл каччăсем хушшинче? Вара хĕрсене Альтук акка ăнлантарса лăплантарчĕ: — Тимĕркке мучи пнччĕшĕн ывăлĕ вĕт вăл. Эпир хĕр чух каччăра çӳретчĕ. Салтака кайни вунă çул ытла пуль. Халĕ те авланман-ха. Иĕкĕтех пулать ĕнтĕ. Осокинĕ тепĕр пӳлĕмре хăй юмахне малалла тăсать. Микулай патшаран пуçларĕ салтак сăмахне. Унтан çав Микулай патшан аслашшĕне революционерсем вĕлерни çинчен, Ленин пиччĕшĕ мĕншĕн пуçне хуни çинчен юмахласа каласа пачĕ. Çамрăксем сывлăш çавăрмасăр итлесе ларчĕç. Юмахçă Ленинпа Октябрь революцийĕ çинчен калама тытăнсан, салтак чăн пулса иртнĕ пурнăç çинчен юмахланине Шатра Микка çеç мар, каччăсем те, Хветюк ушкăнĕнчи ачасем те тавçăра пуçларĕç. Пăтă пиçсен, Альтук акка каччăсене чĕнме алăк уçнăччĕ, анчах салтак юмах янине курсан, сăмах чĕнмерĕ, хăй те хăлхине тăратса итле пуçларĕ. Вара хĕрсем те шăппăн алăк патне пырса кĕпĕрленчеç. — Малаллине хам та пĕлместĕп, — терĕ салтак юлашкинчен. — Малалли пулать-ха. Мĕн пулнине килес çул, тепĕр сурхури тунă чух каласа парăп… Халĕ сурхури пăтти çиме вăхăт çитнĕ, ав. Хĕрсем пире кĕтсе тăраççĕ. Салтак ура çине тăчĕ, атă-кунчинчен кашăк туртса кăларчĕ. Çавна курсан, пурте кулса ячĕç, пăтă çиме хатĕрленчĕç. Сурхури апачĕ пĕтсен, çур çĕр автанĕсем авăтсан, хĕрсемпе каччăсем урама тухрĕç. Унта Хветюк хăй ачисемпе виç-тăват купа улăм хатĕрлесе хунă. Каччăсем улăм куписем патне чупрĕç. Зар Ехим çывăхри купа патне пырса кукленчĕ. Çав вăхăтрах ун умĕнче çулăм ялкăшма пуçларĕ. Урамра улăм çунтарса, вут урлă сиксе вĕçлерĕç каччăсем сурхури каçне. Çĕнĕ кун, Çĕнĕ çул пуçланчĕ. Трашукпа Мишша салтак кĕпер урлă каçса сăрталла пăрăнчĕç. Малтикасра та, кĕпер çывăхĕнчех, каччăсем вут урлă сикеççĕ. — Вут урлă сикес йăла ахальтен мар пуçланса кайнă, — терĕ Осокин. — Чăваш хĕвеле турă вырăнне хурса хисепленине пĕлтерет вăл. Кун вăрăмлана пуçланăшăн савăннипе çак йăлана пуçласа янă халăх. Альтук акка патĕнче Кĕтерипе пĕрле Наçтук та пулнăччĕ. Каччăсем вут урлă сикнине вĕсем айккинчен сăнаса тăчĕç. Кайран, килкартине кĕрсен, Кĕтери акамне çанăран тытса чарчĕ. — Кĕçĕр эпир хĕр шăпине тĕпчеймерĕмĕр. Атя, витене кĕрсе, сурăх ури тытар, — терĕ вăл. — Витере вараланса çӳриччен, атя луччă кĕлетке тăвар, — сурăх ури тытасшăн мар пулса каларĕ Наçтукĕ. Хĕрсем вара карта хыçне тухрĕç те таса юр çине месерле кайса выртрĕç. Кĕлетке сăнама вĕсем тул çутăлнă-çутăлман тухрĕç. — Пуян килне качча каяп, — терĕ Кĕтери, ихĕлтетсе, Унăн кĕлетки çине пучахлă улăм пĕрчи пырса выртнă иккен. — Эпĕ вилетĕп, — терĕ Наçтук, кулмасăрах. — Ман кĕлетке улăм кĕлĕпе вараланнă. Пурнăçăм улăм купи пек çунса кĕлленет пуль. — Тĕрĕс каламаççĕ паян пирĕн кслеткесем, — чăннипех пăшăрхана пуçланă Наçтука лăплантарасшăн пулчĕ Кĕтери. — Эпир çур çĕр иртсен кĕлетке турăмăр. Сурăх урине çур çĕрччен тытаççĕ. Наçтук Кĕтерие хирĕç сăмах чĕнмерĕ, пуçне чиксе, килкартине кĕрсе кайрĕ. Хăйĕн мĕскĕн шăшше чăнахах сисрĕ пуль хĕр. Пĕччен юлнă Кĕтери пĕр вырăнта тăчĕ-тăчĕ те хăй ăссĕн çуйăхса илчĕ: — Ман кĕлетке çине пуш пучах ӳкни савăнтарчĕ тетним вара? Кĕтсех тăр! Пуян килĕ çине лач суратăп эпĕ, ак çапла! — шухă хĕр, чăнах та, улăм пĕрчи çине сурчĕ те, ташланă пек тапăртатса, хăйĕи кĕлеткине те, Наçтукăнне те таптаса хăварчĕ. Комиссар эмелĕ Урал казакĕсен атамаиĕ Дутов, октябрь хыпарĕ Оренбурга çитсенех, большевиксен комиссарĕсене — вăтăр икĕ комиссара — тĕрмене хупнă. Лешсем унта нумаях ларман, ирĕкре юлнă юлташĕсем пулăшнипе тĕрмерен ушкăнĕпех тарма пĕлнĕ. Çав кунах вĕсем Оренбургри ĕçсем пирки шанчăклă. телеграфистсем урлă Ленин патне телеграмма çаптарнă. Кĕç Совет правительстви хушнипе Питĕртен чрезвычайнăй комиссар, Кобозев юлташ, Самара килсе çитнĕ. Дутовăн вунă пинлĕ çарĕпе çапăçма Самартан Кобозев ертсе кайнă «çарта» малтан… икçĕр хĕрлĕ гвардеец çеç пулнă. Дутов атамана йĕрĕх аташтарнă пулас. Вăл хăех комиссарсен çирĕм пинлĕ çарĕ пирки сӳпĕлтетсе шуррисем хушшинче хуйхаштаракан хыпар сарнă. «Йĕрĕхĕсем» чăнах та пулнах иккен — икĕ çамрăк телеграфист. Кобозев Пăслăка çитсен, Оренбурга, вăрттăн ĕçлекен комиссарсем патне, телеграмма çаптарнă, унта вăл 200 хĕрлĕ гвардеец пирки асăннă. Пăслăкри телеграфист, Оренбургри юлташсене ытларах хавхалантарас тесе, 200 çумне тепĕр нуль хушнă. Тăваттăмĕш ункине Оренбургри телеграфист хăйĕнчен хушса хунă. Çав вăхăтрах Челябинск енчен те пысăк мар отряд Оренбург еннелле васканă. Çак икĕ хыпара Дутов штабĕнче пĕрлештернĕ те: «Блюхер генерал çирĕм пинлĕ корпус ертсе килет», — тесе хăйсен атаманне ĕнентернĕ. Василий Блюхер генерал пулман. Вăл салтак тата… комиссар пулнă. Ана Самарти ревком, Челябинекра вăй пухса, Дутов çарне çурçĕр енчен таиăнма хушса янă. Пинсем пулман çав ун чух Блюхерпа Кобозев отрячĕсенче. Çапах шурă казаксен çарне татăклă тапăнас вăхăтра комиссарсен çарĕ виçĕ пинрен ирте пуçланă. Самар, Челябинск, Екатеринбург, Ĕпхӳ рабочийĕсем, хĕçпăшалланса, Совет влаçĕшĕн çапăçма харăс çĕкленнĕ. Вĕсен çумне Питĕртен Павлов мичман ертсе килнĕ моряксен отрячĕ хутшăннă. Дутовăн вунă-вуникĕ пинлĕ çарне комиссарсен виçĕ пинлĕ çарĕ çĕнтерет. Тинех Оренбургра та вара, ик-виçĕ уйăха кая юлсан та пулин, Совет влаçĕ йĕркеленет. Дутов тĕрминчен тарса хăтăлнă вăтăр икĕ комиссартан хăшĕ вăрçăра вилеççĕ. Чĕрĕ юлнисемшĕн ĕç мăй таран. Дутовăн арканса пĕтеймен çарĕпе те çапăçмалла, Совет ĕçне те — хулара, ялсенче, станицăсенче — пуçарса ямалла. Ревкомсем, комиссарсем таçта та кирлĕ. Сахалрах çав вĕсем халлĕхе, çителĕксĕр. Çавăнпа та ревком çапăçура суранланнă комиссара, Батурин юлташа, сывалса выртнă хушăрах госпиталь комиссарĕ пулма хушать. Уйăх иртнĕ çĕре комиссар сывала пуçларĕ, çавах ун пуçне сырнă шурă сурпана салтмаççĕ-ха. Палата-кабинетри диван çинче, кăшт канма выртнă çын пек, пуçне алăпа тĕвелесе выртать вăл. Алăка шаккамасăр палатăна сестра чупса кĕчĕ. — Кулать, кулать, комиссар юлташ! Тупата туршăн, кулать, — пăлханса кăшкăрчĕ вăл. — Лăпланăр, Лидия Семеновна. Кам кулать, камран кулать? — ăнланаймарĕ Батурин комиссар. — Николаев тăна кĕнĕ. Икĕ уйăхри чĕчĕ ачи пек, тутипе çеç йăл кулса выртать. Николаев салтака шанчăксăр палатăна вырнаçтарнă пулнă. Вилнĕ тесе, ăна морга та йăтса кайма пултарнă. Анчах Батурин комиссара Кобозев комиссар Николаева хытă пăхма хушса хăварнă. Батурин вăл — рабочн. Дутова хнрĕç çапăçма Блюхерпа пĕрле Самартанах çĕкленсе тухнă хĕрлĕ гвардеецсенчен пери. Блюхер çинчен лайăх пĕлнĕ Батурин. Лешĕ, империализм вăрçинче салтак пулса çапăçнăскер, пĕтĕмпех суранланса пĕтнĕ. Юлашки хут йывăр аманнă хыççăн Блюхера, вилнĕ тесе, темиçĕ хут та çар госпнталĕнчи палатаран морга ăсатнă. «Вилĕ» салтака кашнинчех пĕр ăста профессор вăхăтра ĕлкĕрсе çăлса хăварнă. Унăн чĕри яланлăха тапма чарăнманнине пĕлнĕ çав профессор. Çакна асра тытса, Батурин комиссар та Николаева тăруках морга ăсатма хушман. Главнăй врача çакă тарăхтарса янă, анчах вăл сывалса çитмен комиссара вăрçса пăлхантăрас мар, хăй те морга лекме пултарĕ тата тенĕ те питех шарламан. Николаев ятне илтсен, Батурин комиссар халĕ яшт! сиксе тăчĕ, çав самантрах пуçне икĕ аллйпе те çавăрса тытрĕ: — Главнăй пĕлет-и? — ыйтрĕ вăл йăвашланнă сасăпа, — Çук-ха. Эпĕ, эсир хушнă пек, тӳрех кунта васкарăм. — Тавтапуç. Пырăр, Николай Петровича пĕлтерĕр малтан. Эпĕ каярах кĕрсе курăп. Главнăй врач шанчăксăр салтака пырса пăхса тăчĕ те: «Тăна кĕни питех палăрмасть-ха. Хăй калаçа пуçличчен ан сăмахлăр унпа», — терĕ. Уйăх ытла тăна кĕмесĕр, хушăран аташса, хушăран йынăшса, тепĕр чух сывлăш палăртмасăр выртнă Çимун. Кăшт тăна кĕрсенех, унччен мĕн пулнине аса илсе, шухăша кайрĕ вăл. «Пурне те улталарăм, — шухăшлать Çимун, — хама та улталарăм. Замана! — тейĕн çав Тимеркке пичче пек. Пăлакие улталарăм: вăрçа каймастăп, халь алă çĕклесе çеç çапăçатпăр терĕм; мучипе Белянкина улталарăм: вĕсен хресчен съездне пăрахса, большевиксен штабне пырса лекрĕм; Тайман Сахарĕпе Воробьев юлташа улталарăм: эпĕ сывă çын, Совет влаçĕшĕн çапăçма хатĕр терĕм; хама хам улталарăм: нимле партипе çыхланас мар тесе пурăннă çĕртех болыневик пулса тăтăм… » Çакăн чухлĕ çынна çеç мар, юлашкинчен тата, тепĕр япалана — чи хăрушшине улталарĕ Мăрзабай Çимунĕ, çак кунтан пуçласа сывалас енне кайрĕ. Çапла, вилĕме те улталама пултарчĕ вăл. Ытлашши калаçма хушмаççĕ-ха ăна. Çавăнпа Çимун, иртнĕ кунсене аса илсе, шухăша кайса, шăппăн выртать. «Эпĕ — чăнахах чĕре хушнипе большевик пултăм-и? Е çын хыççăн кайса çеç пуçа кирлĕ мар çĕре пырса чикрĕм-ши?» — çапла шухăшлать те Çимуи çавăнтах хăйне хăй ӳкĕтлеме тытăнать: «Çук, çын хыççăн кайнине çеç мар. Пурнăçра тĕллев тупăнчĕ. Большевик ятне илтнĕ хыççăн çунат хушăннă пек туйăнчĕ. Пĕтĕм халăх пурнăçне лайăхлатасшăн çапăçатпăр». Çын хыççăн кайни те кăшт пулнă пуль. Тайман Сахарĕпе тĕл пулман пулсан, Самаринсемпе паллашман пулсан, Çимун тахçанах киле таврăнĕччĕ-ха. Çапах та ăна ытлашши ӳкĕтлемерĕç, ирĕксерлемерĕç. Хула хĕрринчи пĕчĕкçĕ пӳртре вырăс чăвашсем каçхине янраттарсах юрă юрланăччĕ, «Интернационала» чăвашла та куçарса кĕвĕленĕччĕ. «В интернационале воспрянет род людской» тени этем ăрăвĕ чĕрĕлсе, çĕнелсе ура çинĕ тăрĕ тени пулать ĕнтĕ. Уншăн юн тăксан та, пуç хурсан та, патша çарĕнче çапăçнă пек кăлăх пулмасть», — терĕç çавăн чух вырăс чăвашсем Çимуна. Унсăр пуçне Мăрзабай таврашĕ хăй Воробьевпа калаçнине тата Куйбышев юлташ сăмахне итленине лайăх астăвать. Воробьев питĕ вăр-вар çын иккен. Сăмахне вăл хăвăрт-хăвăрт каласа хурать, сывлăш çавăрмасăр тенĕ пек калаçать. Чи малтанах вăл Çимунран Мăрзабай Павăлĕ çин-чен ыйтса тĕпчерĕ. Кайран кĕтмен çĕртен: — Большевиксене мĕн шухăшпа кăмăллатăн? — тесĕ хучĕ. — Российăра йĕркелĕх çук. Большевиксем йĕркелĕх тăвасшăн, — хăй шухăшне унччен мучăшне каланă пек, тӳрех каласа пачĕ Çимун. — Большевиксемсĕр пуçне, йĕркелĕх тума пултаракан парти урăх çук тесе шухăшлатăн-им? — Çуккă! Воробьев куçĕсем, кулнă пек пулса, çиçĕм çиçтерчĕç те каллех хурçă тĕслĕ пулчĕç. — Совет влаçĕшĕн хĕçпăшал тытса çап-ăçма хатĕр-и? — ыйтрĕ сасартăк Иван Васильевич. Çимун кун пирки нихçан та шухăшламанччĕ. Халĕ те шухăшласа ĕлкĕреймерĕ, чĕлхи хăех: «Хатĕр!» — терĕ. Çапла Мăрзабай Çимунĕ большевик пулса тăчĕ, тепĕр кун Воробьевпа, Самаринсемпе пĕрле алла винтовка тытрĕ. Ревком председателĕ, Куйбышев юлташ, çар çыннисене ăсатнă чух сăмах каларĕ: — Юлташсем! Революци тăшманĕсем Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклерĕç, — терĕ вăл ун чух. — Каледин Дон çинче, Дутов Урал таврашĕнче пире хирĕç вăй пухса Совет влаçне мĕнпур Россия çĕршывĕпе пĕтерсе хурасшăн, рабочипе хресчен ĕнси çине капиталистсемпе помещиксене çĕнĕрен лартасшăн. Ленин юлташ пĕтĕм ĕçхалăхне контрреволюцие хирĕç çĕкленме чĕнет. Самар пролетариачĕ хăйĕн мухтавлă ятне çĕртес çук… Куйбышев юлташ сăмахĕсене Çимун халĕ те манман, нихçан та манас çук. Хăй те куç умĕнче тăрать: вăтăрсене çитнĕ çӳллĕ, тĕреклĕ çын. Тăваткал çамки сарлака, кăшт кăтраланса тăракан хура çӳçĕ арăслан çилхи пек, янах таврашĕ çап-çара — кулленех хырăиать пуль. Хулăн сасси унан кăшт урмăшрах, куçĕсем вара çын çине кăмăллăн пăхаççĕ. Хăйне генерал ывăлĕ, теççĕ, пурпĕр вăл рабочисемпе юлташ лек, тус пек калаçать. Рабочисем тем пек юратаççĕ ăна. Вăл хăй те революциччен парти хушнипе çакăнти пĕр заводра рабочи пулса ĕçленĕ, тет. Ун чух Куйбышев патша жандармĕсенчен пытанса пурăннă, ятне те улăштарнă, Адамчик ятлă пулнă… Малалли ĕçсем тепитĕ хăвăрт пулса иртрĕç. Татăклă çапăçăва пурте пĕрле кайрĕç вĕсем. Тайман Сахарне çеç, вăл çамрăк çын мар тесе, Воробьев вырăнĕнче ĕçлеме Самарта хăварчĕç. Пысăк отряд поезд çине тиенчĕ. Каргала станци таврашĕнче çапăçу пулчĕ. Çимун ыттисемпе пĕрле урра! кăшкăрса тăшмана хирĕç чупрĕ… Урăх аса илмеллй те çук. Хăйшĕн çутă тĕнче епле хупланнине астумасть Çимун. Халь тин кăшт уçăлчĕ çав тĕнче. Шурă тĕслĕ иккен вăл: мачча шурă, стенасем шурă, алăк шурă, сестра тумĕ те шурă. Нимĕнле сасă илтĕнмест. Чĕмсĕр салтак патне шурă пуçлă комиссар кĕркеле пуçларĕ. Пĕррехинче тата тепĕр комиссар госпитальте выртакан Николаев хушаматлă салтака курма килнĕ. Главнăй кĕртесшĕн пулман ăна, тепĕр эрнерен килсе курма хушнă. Комиссар килĕшмен. — Хам ирĕкпе мар, Кобозев юлташ хушнипе килтĕм, — тенĕ вăл. — Эрне кĕтме вăхăт çук. Дутов Верхне-Уральск таврашне пырса тухнă. Тепĕр сехетрен çавăнта тухса каятпăр. Ан пăшăрханăр, Николай Петрович. Суранлă салтакшăн юлташпа курнăçни эмел вырăнне пулĕ. Главнăй врач вара комиссара пилĕк минутлăха палатăна кĕртме килĕшнĕ, анчах салтака калаçтарма хушман. Çапла, Çимун пĕччен выртакан палатăна икĕ комиссар пырса кĕчĕç. Çимун çĕнĕ комиссара тӳрех палларĕ те тĕлĕнсе кайрĕ. — Эй, турăçăм! Кăяш Тимкки, Авандеев юлташ! Эс вара ăçтан килсе тухрăн? — пуçне çĕклеме пăхрĕ салтак. — Ан хускал. Лăпкă вырт, ан калаç, атту главнăй хă-валаса ярать пире. Эс ху кам пултăн вара, мана ăçтан пĕлетĕн? Çимун хăй камне каласан, Авандеев хытсах кайрĕ. Ак тамаша! Мăрзабай таврашĕ — хĕрлĕ гвардеец, большевик?! — Мĕнле вара эп камне пĕлмесĕрех килтĕн ман пата? — тĕлĕнет Çимунĕ те. — Юрĕ, юрĕ. Пĕтĕмпех каласа парăп. Эс шарламасăр итлесе вырт. Воробьев юлташ хăй сана çакăнта леçсе хăварнă. Самара таврăнас умĕн вăл сан пирки Кобозев юлташа каласа кăтартнă. Петр Алексеевич халь Мускава кайрĕ. Воробьев сăмахне манман вăл, мана госпитале кĕрсе курма хушса хăварчĕ. Хушаматне çеç каларĕ. Николаевсем сахал-и тĕнчере. Тĕрĕссипе, эс çав хушаматпа çырăннине пĕлмен те эпĕ. — Сухоречка вырăсне, Радаев юлташа, тĕл пулман-и эсир? Большевик вăл. Дутовпа çапăçма манран маларах кайрĕ. Çавна курас килет, — калаçмасăр тӳсеймерĕ Çимун. — Ун пирки илтмен. Тупма тăрăшăп. Тупсан, сан патна килсе курма хушăп, — терĕ Авандеев. Хăй тем пирки те тĕпчесшĕнччĕ Мăрзабай таврашне, — ытла хавшак çынна калаçтарма аван мар. — Юрĕ, Семен Тимофеевич, сывал часрах, — терĕ вара Кăяш Тимкки. — Дутова, ак, пуçĕпех аркатса тăкăпăр та, каллех сан патна килĕп. Пĕрле Самара кайăпăр ун чух. Эпĕ ссылкăран таврăннăранпа Тайман Сахарне те, Куйбышев юлташа та кураймарăм-ха. Валериан Владимировичпа эпир Çĕпĕрте пĕрле пулнăччĕ… Комиссарсене урăх калаçтармарĕç. Главнăй врач вĕсене вăйпа тенĕ пекех палатăран хăваласа кăларчĕ. — Мĕнле пек? Хальтерех ура çине тăрасса шанма пулать-и? — ыйтрĕ главнăй врачран Авандеев. — Çынна шеллеместĕр эсир, большевиксем, — терĕ ку, икĕ комиссартан хăрамасăрах. — Ана ĕлĕкхи суранĕпех килне ăсатмалла пулнă, эсир инвалида татах çапăçтарасшăн. Хальхи суранĕнчен тахçанах сывалнă пулĕччĕ, кивĕ суранĕ аптратать ăна. Самайлансан та, ик-виç уйăхсăр тухаймасть пуль. Кирлĕ эмелсем çук çав пирĕн. Çамрăк организм хăй вăйĕпе вилĕме çĕнтерессе çеç шанатăп. — Ав, мĕнле çынсем пирĕн, Ииколай Петрович! — шухăша кайнă пек пулса хуравларĕ Авандеев. — Каламарĕ-çке пире Николаев кивĕ суранĕсем пирки. Хăй ирĕкĕпе Совет влаçĕшĕн çапăçма кайрĕ. Тĕрĕссипе, Авандеев кун пирки хăй те пĕлмест-ха. Урăхла тума пултарайманнине çеç пĕлет вăл: Дутовпа çапăçакан çарта — пурте хĕрлĕ гвардеецсем, доброволецсем. — Главнăй сирĕн мăркама юратать пулин те, хăй аванçын пек курăнать, — терĕ Авандеев Батуринпа уйрăм калаçнă чух. — Ытти персонал мĕнле? — Лайăх çынсем. Çĕнĕ йĕркесем, тен, хăшпĕрин кăмăлне каймаççĕ пуль те, хăйсен ĕçне пурпĕр йĕркеллех тăваççĕ. Саботаж тени палăрмасть. — Асту, комиссар, госпитальти ĕçсемшĕн ревком умĕнче эсĕ ответлă. Николаев пирки ан ман. Сăнасах тăр. Хăйĕнпе калаçнă чух çĕнĕ хыпарсем каласа йăпат, хавхалантар. — Ун валли çырусем пур. Памарăм-ха, — терĕ Батурин. — Кам çырать? Виçĕ çыру кăларса хучĕ Батурин.. — Аха! — хĕпĕртерĕ Авандеев. — Ку Воробьев çырăвĕ, ку Самаринран. Ак ку вара Тайманкин-юлташран пулчĕ. Чăн малтан çак армак-чармак çырнă çырăва вулаттар. Анаçыракан çын Николаевпа пĕр ялсем, ашшĕн тусĕ… Ашă сăмах госпиталь комиссарне хăйне те кирлĕ çав. — Мана та хăвăнпа пĕрле илсе кай пĕрех хут, — терĕ Батурин юлашкинчен йăваш сасăпа. — Ытла кичем кунта. Мана Самартан Блюхерпа пĕрле госпитальте комиссар пулма яманччĕ вĕт. — Ăçтан пĕлен? — ăшшăн кулчĕ Авандеев. — Паян ăçта кирлĕрех, çавăнта тăратать пире революци. Эсĕ кунта кирлĕрех… Юрĕ, юрĕ, пуçăнти шурă сурпанна салтсан, курăпăр унта. Авандеев комнссара ăсатсан, Батурин комиссар тахçанах килнĕ çырусем çинчен главнăй врача пĕлтерчĕ. Çырусене Авандеев черетпе пама хушнине те каларĕ. — Тĕлĕнмелле çынсем эсир, комиссарсем, — терĕ вара главврач кăмăллăн. — Медицина туйăмĕ те пур иккен сирĕн. Ку çырусем чи лайăх эмел вырăнне пулĕç. Вулаттарасса ăна хăйне вулаттарма юрамасть. Ан тив, Лидия Семеновна вуласа патăр. Çав сестрана пуринчен ытла кăмăллать иирĕн салтак. Çук, сестра вуласа параймарĕ çырусене. Лидпя Семеновна тем такăнса тăнăран, главнăй хăй вулама пикенчĕ. Çимун савăккăн сасă кăларчĕ: «Чăвашла çырнă пуль. Хамах вулăп», — терĕ. Николай Петрович ирĕксĕрех тыттарчĕ вара ăна уçнă çырăва. Хăй Батурин патне кĕрсе çĕтĕлме тытăнчĕ: — Каналья! Улталарĕ пире леш комиссар. Николаев вырăс маррине каламарĕ. Усал эксперимент турăмăр пулать. Карандашпа аран-аран чĕрмеленĕ. çырăва вулама сывă çыншăн та çăмăл мар. Пĕлнĕ пулсан, тата тепĕр эрне тăхтамаллаччĕ. Тепре килсе лектĕр-ха! Нимпе те кĕртместĕп урăх ултавçă комиссара. — Авандеев юлташ ун пирки шухăшламан пуль çав, — хӳтĕлеме пăхрĕ Батурин айăпсăр юлташне. — Кам мĕнле халăх çыннине мансах каятпăр эпир. Мĕншĕн тесен — интернационал! — Интернационал. Тĕрлĕ хитре самахсем калама вĕреннĕ эсир. Анчах сăмах пĕлтерĕшĕсене хăвăр та чухламастăр. — Чухлатпăр, Николай Петрович. Революцишĕн пирĕнпе пĕрле ют çĕршывсенчи халăхсем те çапăçаççĕ: чехсем, мадьярсем, Серби, Венгри çыннисем. Интернационал мар-и? Кусем çапла шавлакаланă вăхăтра Çимун «кăранташпа аран чĕрмеленĕ» çырăва каçса кайса вулать. Хыпарĕсем тĕрлĕрен: савăнмалли те, кулянмалли те пур. Самарта халь чăваш большевиксенчен пĕр Воробьев юлташ çеç юлнă, ыттисем тырăшăн çанăçма кĕиĕрне тăрăх саланнă: Алексей Самарин çурçĕрелле кайнă, Андрейĕ — кăнтăралла, Тайман Сахарĕ — хĕвелтухăçнелле, чăвашсем йышлăн пурăнакан Пăрслан уесне. Тăшман Самар хулинче те алхаса пуçланă. Воробьевсем Оренбург таврашĕнче çапаçнă вăхăтра Самарти контрăсем Шурă çурта бомба пăрахнă. Воробьев пӳлĕмĕ веçех ишĕлсе арканна. Тайман Сахарĕ çавăн чух ăнсăртран çăлăнса юлнă… Çимуна Самарти тусĕсем манман иккен, ун пирки хăйсем хушшинче нумай калаçнă, ăна кивĕ суранĕсем пирки юлташĕсене каламаншăн хытă вăрçнă. Халь ун сывлăхĕ пирки пăшăрханаççĕ. Тăйман Сахарĕ Çимун суранланса госпитальте выртни çинчен яла, Трашук патне, çырса пĕлтернĕ… «Сахар пичче халĕ те çемйине тăван яла куçарма ерçеймест, мĕскĕн. Епле пулăшас-ши ăна? Епле? Трашук патне çыру çырас… » Паян Тайман çырăвне вуланă хыççăн çапла шухăшласа выртрĕ Çимун, тепĕр кунне Трашукран хăйĕнчен çыру илчĕ. Ялтан килнĕ çырăва Батурин главнăйне систермесĕр хăех салтака пырса пачĕ. Комиссар, алăк умĕнче капланса, шурă халатне саркаласа тăрать. Çимун, хушăран кулкаласа, çамрăк туеен çырăвне вуласа выртать. Кунта та тĕлĕнмелли хыпарсем пайтах иккен. «Нумай салтак яла таврăнчĕç», — тенĕ Трашук юлашкинчен. Çак хыпар пуринчен ытла тĕлĕнтерчĕ Çимуна. Тăшман йĕри-тавра хупăрлать. Çав вăхăтрах салтаксене киле яраççĕ. Кам хӳтĕлĕ вара Совет влаçне? Çавăн пирки комиссартан ыйтрĕ Çимун. Батурин салтак аллинчи çырăва илсе пытарчĕ те, алăк енне пăхкаласа, сăмах пуçларĕ: — Салтаксем ывăнса çитнĕ. Хăйсене хăйсемех демобилизацилеççĕ, Совет влаçĕ чармасть вĕсене, ан тив, канччăр. Анчах инкекĕ пур çав. Эпир Дутова хирĕç вăй пухнă вăхăтра фронтовиксем полкĕ-полкĕпе килелле тапранчĕç. Нумайăшĕ хĕçпăшалне те пăрахса хăварман. Ялта халь хĕçпăшал сахал мар. Вăл эсерсен, офицерсен, кулаксен аллине лекме пултарать… Коридорта ура сасси илтенчĕ. Комиссар, куçне хĕссе, алăк патне çывхарчĕ. Алăкран шурă халатсем килсе кĕнĕ вăхăтра Çимун куçне хупрĕ, «çывăрса кайрĕ». Виççĕмĕш çыру Андрей Самаринран пулчĕ. Çыру вуланă чух вырăс чăвашсем иккĕшĕ те куç умне килсе тă-чĕç. Тем ахăрса кулаççĕ. Анчах Андрей çырăвĕнче кулăшла япаласем çук çав. Вăл Сахартан та уççăнрах çырать: «Виççĕн виç еннелле продовольстви фронтне ăсантăмăр эпир. Вăрçăран санран пуçне пурте сывă таврăнтăмăр, ку фронтран таврăнасси тепле пулать ĕнтĕ. Кунта та юнлă çапăçу. Кулаксем пирĕн йышшисене вăрттăн переççĕ. Тепĕр чух, тӳрех хĕçпăшаллă пăлхав çĕклесе, пĕтĕм уеса пăтратма тытăнаççĕ. Эсерсемпе офицерсем Совет влаçне хирĕç кĕрешме хресченсене хĕтĕртсех тăраççĕ. Пирĕн те хĕçпăшаллă отрядсем тумалла пулчĕ. Уесри çар комиссарĕ Василий Чапаев малтан пысăк мар отрядпа уес тăрăх контрреволюциллĕ пăлхавсене пусарса çӳрерĕ. Чухăнсемпе батраксем уесĕпех Совет влаçне хӳтĕлеме харăс çĕкленчĕç, пурте çав Чапаев патне туртăнаççĕ. Халĕ ун йышлă отрячĕ Совет влаçĕн вăйлă тĕрекĕ пулса тăчĕ. Отряд йышĕ ӳссех пырать… » Вулать, вулать те шухăша каять Çимун. Çĕнĕ туссем манман ăна, хавхалантарма тăрăшаççĕ, хыпарсем пĕлтерсе тăраççĕ. Вăл хăй те нихçан манас çук вĕсене. Самаринсем, Воробьевсем тăванран тăван çынсем пулса тăчĕç уншăн. Тăван мучăш мар, Тайман Сахарĕ халь атте пек курăнать ăна. Урăх йышши тăванлăх туйăмĕ аталанчĕ Çимун чĕринче те. Хăйне çĕнĕ тĕне кĕртекен «хреснашшĕнчен» те çыру илчĕ Çимун: «Сан сăмахна итлерĕмĕр эпир, Николаев юлташ, — çырать Воробьев. — Хайхи сана кӳрентерекен хресчен ĕçтăвкомне хăваласа салатрăмăр (шӳтлеме те пĕлет иккен Иван Васильевич, шухăшлать Çимун). Анчах эсерсем каллех пире ура хума май тупрĕç. Советсен черетлĕ съездĕнче максималистсемпе, анархистсемпе пĕрлешсе пире çĕнтерчĕç. Кĕпĕрне ĕçтăвкомĕнче те халь вĕсем пиртен йышлăрах. Çавăнпа Куйбышев юлташ хула ĕçтăвкомĕпе (унта рабочисем йышлăрах) ревком урлă пирĕн ĕçе ертсе пырать. Пурпĕрех аптрамастпăр-ха. Шалти тăшмансене аркатасса шанатпăр… » Ку хыпар хурлантарчĕ Çимуна. Терлĕ белянкинсем ялта та, хулара та тĕттĕм халăха пăтратаççĕ иккен. Пĕр хурланса, пĕр хавхаланса вулать Воробьев çырăвне Çимун. Çӳллĕ ту тăррине хăпарса, Российăн революциллĕ кун-çулне уççăн курнă пек туйăнать халь ăна. «Сан тусусем тырăшăн кĕрешеççĕ ялта. Кулак халĕ революцин чи усал тăшманĕ пулса тăчĕ. Мĕнрен мĕн килнине лайăх чухлать вăл, революцие выçлăхпа пăвса вĕлересшĕн. Милюковсемпе Рябушинскисем Октябрьчченех кулаксене ун пирки асăрхаттарчĕç. Çавăнпа Владимир Ильич пире «тырăшăн кĕрешни — революцишĕн, социализмшăн кĕрешни пулать вăл», тесе ăнлантарса парать… » Çимун хăйĕн ăсĕпех кун пирки тавçăра пуçланăччĕ. Халĕ мĕн тӳрĕпе эсерсемпе тĕрлĕ ытти контрреволюционерсем хула халăхне, салтаксене те çав шутрах, выçăхтарасшăн тăрăшнине лайăх ăнланса илчĕ. Часрах сывалса татăклă кĕрешĕве хутшăнас килет. Юлташĕсен çырăвĕсем, чăнах та, Çимуншăн хăвăртрах сывалма пулăшакан эмел пек пулчĕç. Хăй ответ çырма пултараймасть-ха. Ун пирки Лидия Семеновна та астăвать иккен. «Эсир мĕн çырмаллине калăр, эп хамах çырăп», — терĕ вăл Çимуна. «Трашук патне сестрана çыртарсан та пырĕ, — шухăшлать Çимун. — Лешсем патне кайран хамах çырăп». Çимунăн сывлăхĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн самайлансах пырать. Кĕç вăл вырăн çинче ларма пуçласа комиссара савăнтарчĕ. Комиссар ун патне кун тăршшĕпе темиçе хут та кĕрсе тухать. Главнăй ерçмен чух вĕсем ытларах калаçса юлма тăрăшаççĕ. Лидия Семеновна главнăй пирки вăхăтлă систерет комиссара. Лешĕ вара куçне хĕссе тухса каять. Вăй илнĕçемĕн Çимун кăмăлĕ уçăлсах пырать. Акă вăл Çамаринсенчен вĕренсе юлнă хитре юрăсене аса илсе ĕнĕрлеме пуçларĕ. Пĕррехинче Батурин комиссар, уиччен хăйĕн патне сестра чупса кĕнĕ пек, главнăй кабинетне хашкаса пырса кĕчĕ те: — Юрлать, юрлать, Николай Петрович! — терĕ пăлханнă сасăпа. — Кам юрлать, мĕн юрлать? Тулăклă калаçăр. — Николаев юрлать. — Николаев?! Главнăй, ялт! сиксе тăрса, комиссар хыççăн васкарĕ. Пăлатăна кĕмерĕç вĕсем, алăк патĕнче итлесе тăчĕç. Хитре таса тенор çурма сасăллăн савăнса шăранать: С моря несутся Чайки лихие… Санта-Лючия, Сан-та-а Лючи-и-я! — Сирĕн чăвашăр, большевикăр, итальянецсен юррине юрлать-çке, — тĕлĕнсе кайрĕ главнăй. — Интернационал темерĕм-и эп сире? — савăккăн кулса хуравларĕ комиссар. Икĕ улăх Чулçырмана халь паллаймăн. Урамĕсем, çурчĕсем улшăнман, халăхĕ улшăннă. Çĕнĕ çул иртсен, яла салтаксем таврăна пуçларĕç. Çыру çырса тăраканнисем пурте тенĕ пекех килсе пĕтрĕç. Çыру çырса тăманнисем те тупăнкаланă. Ĕлĕм-Чĕлĕм ывăлĕсем — Кĕркурипе Пали — иккĕшĕ те таврăнчĕç. Ял çыннисем виçĕ çул ытла салтакра, вăрçăра пулса йăлтах улшăннă: йăвашшисем харсăрланнă, харсăррисем йăвашланнă. Çав вăхăтрах пурте нумай калаçакан пулса кайнă. Салтак арăмĕсем паллаймаççĕ упăшкисене. Праски çеç, упăшкипе сахал пурăннăскер, Кĕркури улшăннине асăрхаймарĕ. Вăл Кĕркурие çылăха кĕмесĕр кĕтсе илнĕшĕн халь тем пекех савăнать. Кĕтерие ыталаса чуптурĕ. Мĕншĕн чуптунине каламарĕ. Кĕтеришĕн каламасан та паллă. Вăл хăй тĕллĕн çеç айван хĕрарăмран кулса илчĕ. Тăлăха юлнă хĕрарăмсем вара, упăшкисене паян тин çухатнă пек, çĕнĕрен хурланса ӳкрĕç. Хрулкка учитель хĕрĕ çеç — Мулла Анукĕ — хурланмасть, хурлансан та, çынна палăртмасть. Ятрус Хрулккине, вăл Мăрзабай Тимушĕнчен те нумай вĕреннĕрен, ял çыннисем малтан Мулла-Хрулкка тесе чĕнетчĕç. Кайран, учителе тухсан, апла чĕнме пăрахрĕç. Хрулккан пĕртен-пĕр хĕрне вара çаплах Мулла Анукĕ тесе чĕнеççĕ. Анук халĕ пысăк пӳртре пĕчченех пурăнать. Амăшĕ вилсен, ашшĕ урăх авланмарĕ, хĕрне хăех пăхса ӳстерчĕ. Халĕ вăл, учительте катари ялта ĕçлекенскер, хĕрĕ патне сайра хутра çеç килкелет. Хăюллă хĕр хăй тĕллĕн те аптрасах каймасть. Ашшĕ ăна самаях вулама-çырма вĕрентнĕ. Çĕр ĕçне хăнăхманскер, Хрулкка ĕçпе те, канашпа та хĕрне хуçалăхра пулăшаймарĕ. Анук хăех арçын. ĕçне тума, хуçалăха тирпейлĕ тытса тăма вĕренчĕ. Пĕр лаша, пĕр ĕне, темиçе сурăх пур ун. Пĕр ят çĕрĕ акса пурăнать. Çултан туха пуçланă хусах хĕр вăрçă пуçланнă çул хăй пекех хусах йĕкĕте киле кертрĕ. Анчах упăшкине, Праски пек, ача тăвичченех салтака ăсатмалла пулчĕ унăн. Çав çулах Анук вăрçăран хура хут илчĕ. Каллех пĕччен пурăнма пӳрнĕ иккен ăна. Пĕчченлĕх хăртмарĕ уçă кăмăллă çамрăк хĕрарăма. Еалтак арăмĕсем татти-сыпписĕр çӳре пуçларĕç ун патне — рыру çыртарма, хаçат вулаттарса хыпар пĕлме. Пĕр хăнăхса çитнĕскерсем, сăлтавсăрах килсе ларакан пулчĕç. Унсăрăн та Анук пӳртĕнчен çын татăлмасть. Кĕркунне кунта хĕрсем улах лараççĕ, хĕлле çамрăксем юмах итлеме пухăнаççĕ. Юмах ăсти Шатра Микка кӳршĕрех пурăнать. Микка ерçмен чух юмахне Анук хăй çаптарать. Ывăнма пĕлмесĕр калаçать. Мулла Анукĕн пӳрчĕ Çырмапуçĕ вĕçĕнче хăрах енлĕ урама урлă, урам вĕçне питĕрсе ларать. Урам тепĕр енĕ — Чулçырман чăнкă çыранĕ. Питĕ улах вырăн ĕнтĕ. Те çавăнпа, те кил хуçи вашаватлă пулнăран, халь кунта каçсерен вăрçăран таврăннă салтаксем çӳре пуçларĕç. Те юмах итлесшĕн, те революци пулнăранпа калаçма вĕреннĕскерсем, калаçасшăнах пухăнаççĕ хăйсен арçын улахне. Шатра Микка çынна калаçтарма пĕлет. Халь вăл хăй юмах янинчен ытла салтаксене калаçтарать. Çак ĕçре кил хуçи те лайăх пулăшать ăна. Микка Мишша салтакăн сурхури юмахне манман-ха. Çĕнĕ юмах вĕçĕ пирки вăл мĕн каланине те лайăх астăвать. Халь çав вĕçлевсĕр юмаха юмахçă салтаксене ярса пачĕ. Фронтовиксем çăвар карса итлеççĕ Миккан çĕнĕ юмахне. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ. Пăхăр-ха ĕнтĕ çак Миккана! Ялтан тухмасăрах паянха лару-тăру пирки тĕнче куркаланă салтаксенчен лайăх чухлать. Ытларах Ленин çинчен, ун ашшĕ чăвашсемпе туслă пулни çинчен, Ленинăн пиччĕшĕ синчен каласа пани тĕлĕнтерчĕ вĕсене. Ĕлĕм-Чĕлĕмĕн кĕçĕн ывăлĕ Кĕркури, çак урамрах Шатра Миккапа юнашарах пурăнакан Ахтем Макарĕ — питĕ тăнлă çынсем. Пуринчен ытла çавсене тĕлĕнтерсе пăрахрĕ Микка. Епле-ха кӳршĕре пурăнса та ĕлĕкрех асăрхаман вĕсем: кĕрнексĕр пĕчĕк чăваш пысăк ăстăнлă, хитре кăмăллă çын иккен. — Атя, Микка пичче, Совет влаçĕ çинчен тата юмах çаптар эппин, — терĕ тахăшĕ. — Пире, айвансене, мĕн пулнипе мĕн пулассине каласа пар. — Çĕнĕ юмахăн вĕçĕ çук-ха, — хуравларĕ Микка. — Юмах епле вĕçленесси сиртен килет. Эсир юмаха тивĕçлĕ ĕçсем тусан, эп вара çав ĕçсем пирки сирĕн ачăрсене юмах ярса парăп. Халь эсир хăвăр мĕн курни çинчен, киле епле таврăнма пĕлни çинчен каласа кăтартăр пире. — Каласа парĕç сана, кĕтсех тăр! — лăхлатса кулса ячĕ Анук. — Епле пăшалсене пăрахса фронтран тарни çинчен калама именеççĕ вĕсем. Салтаксем, чăнах та вăтаннă пек пулса, йĕкĕлтекен хĕрарăма нимех те тавăрса калаймарĕç. Анукĕ чарăнмасть-ха, тӳррĕнрех ыйтса вĕтелентерет чĕмсĕрленнĕ салтаксене: — Керенский киле ямарĕ сире, ерман патшине çĕнтериччен çапăçма хушрĕ. Халь мĕн, Ленин киле таврăнма хушрĕ-и? Е эсир, Виçĕ Якур пек, никамран ыйтса тăмастăр-и, никама та пăхăнмастăр-и? — Эс, Анук, ним пĕлмесĕр ан сӳпĕлтет-ха, — терĕ вара Ахтем Макарĕ. — Эпир таркăнсем пек тарман фронтран. Полк комитечĕ киле таврăнма ирĕк пачĕ пире. Пăшалсене те пăрахса хăварманччĕ эпир. Сызрань хулине çитсен, большевиксен комитечĕ винтовкăсене илсе юлчĕ. — Эс, Макар Петровчă, пире ним пĕлмен çынсем тетĕн-и? — хĕрсе кайрĕ Анук. — Эпир Микка пиччепе сиртен те ытларах пĕлетпĕр. Ленин мир пирки декрет кăларнă. Сирĕн çинчен вăл: «Салтаксем миршĕн урапа сасăлаççĕ», — тенĕ. Сире уншăн хурламан пултăр. Совет влаçĕ салтаксене киле таврăнма чармарĕ. Анчах ак мĕн çинчен ыйтасшăн эпĕ сирĕнтен: мир тăвакан, çĕр паракан Совет влаçне тăшмансенчен камăн хӳтĕлемелле? Сире киле таврăнма полк комитечĕ ирĕк пачĕ тетĕр. Юрĕ. Замана шăллĕ Мишша пичче хăй дивизи комитечĕн пуçлăхĕ пулнă. Сирĕн пекех, киле таврăннăччĕ. Халь ăçта вăл, пĕлетĕр-и? Совет влаçĕшĕн тăшмансемпе çапăçма кайрĕ. Вăт калăр ĕнтĕ, урапа сасăлакан паттăрсем, мирпе çĕр паракан Совет влаçĕшĕн çапăçма хатĕр-и эсир е арăмăрсен хыçне пытанса ларма килтĕр-и? Замана Тимĕрккин шăллĕ çиичен илтнĕ салтаксем, вăл Çырмапуçĕ тĕпĕнчи пӳрт еннелле сукмак тупни çинчен те хăлхисене кĕнĕ вĕсенне. Тепĕр чух пулсан кун пирки шăл йĕркелесе те илнĕ пулĕччĕç. Халĕ вара пĕри те пуçне çӳлелле çĕклемерĕ. Анукĕ хăйĕн сăмахне пĕтернĕ хыççăн кăшт чарăнса тăчĕ те сасартăк: «Чĕнместĕр!» — тесе ахăлтатса илчĕ. — Ну усал та эс, Анук, — кулса ячĕ Кĕркури те. — Аплах ан намăслантар пнре. Эпир те ннм пĕлмен çынсем мар. Микка пичче пек юмах яма та пултаратпăр. Малтан пĕр сăмах калам акă. Михаил Осокин Хĕрлĕ гвардие çырăнса вăрçа кайнă вăл, тĕрĕс каларăн, Анук, Совет влаçĕн тăшманĕсемпе çапăçма кайнă. Совет влаçне хӳтĕлеме халь рабочисемпе большевиксенчен çеç тăракан Хĕрлĕ гварди çителĕклĕ мар. Совет влаçĕ патша çарĕ вырăнне Хĕрлĕ Çар тума пуçларĕ. Халлĕхе Хĕрлĕ Çара салтаксем хăйсен ирĕкĕпех çырăнаççĕ. Халь ĕнтĕ эпĕ те сире пĕр юмах ярса парам. Салтаксем хускалкаласа илчĕç. Анук Шатра Миккапа юнашар ларчĕ те: «Атя, Кĕркуç, яра пар», — терĕ, куçне вылятса. — Эпĕ, хăвăрах пĕлетер, Румыни фронтĕнче пулнăччĕ, — пуçларĕ Кĕркури. — Пирĕн пата та Совет влаçĕ пирки хыпар çитрĕ. Пирĕн аялти-çӳлти комитетсем пĕр-пĕринпе вăрçса, хирĕçсе пĕтрĕç. Эпир вĕсем пĕр шухăшлă пулса мĕн каласса кĕтрĕмĕр-кĕтрĕмĕр те пĕтĕм полкĕпех Россия еннелле туртăнтăмăр. Ĕçсем чăнах та юмахри пек пулса кайрĕç пулин те, тăван çĕршыва юмахри пек хăвăрт çитеймерĕмĕр. Хир-хир урлă çуран утма та, поездпа юнашар чупма та тиврĕ, буфер çине те утланса пăхрăмăр, вагон тăрринче те выртса куртăмăр. Çапла тăван çĕршыва çитрĕмĕр-çитрĕмĕрех. Мускав таврашнелле çывхарсан тин вагон ăшне кĕрсе ларма телей çитрĕ пире. Телейĕ те чухăнрах пулчĕ, пирĕн хĕрлĕ вагонсем чăп-тулли, ларма-выртма вырăн çук. Тӳсетпĕр-ха. Вагонран кирлĕ чух та тухма хăратпăр, тухсан калле лараймăн. Кĕтмен çĕртен вагонсем пушанас кун та çитрĕ. Пĕр пысăк станцире (ятне лайăх астумастăп, те Резан, те Казан пулчĕ) пире ытлашши чарса тăчĕç. Çавăн чух пирĕн вагон тăрук пушана пуçларĕ. Эпĕ те тухса курас терĕм вара. Пăхатăп, поездри пĕтĕм халăх пĕр çын тавра пухăнса кĕпĕрленнĕ. Çынни улăп пек, пуринчен çӳллĕрех курăнать: те салтаксем тĕрелесе тăраççĕ ăна, те вăл пĕр-пĕр япала çине хăпарса тăнă. «Комиссар — оратель калаçать», — терĕç çывăхри салтаксем. Чăнах та, алă сулкаласа тем кăшкăрать çынни — çиле хирĕç илтĕнсех каймасть. Вара эп çиле майăнрах кайса тăтăм та улăп-комиссарăн юлашки сăмахĕсене илтсе юлтăм. Çав сăмахсене асăнсан, халĕ те чун çӳçенсе илет. Кĕркури шăпланчĕ. — Мĕн каларĕ вара комиссар? Пире те каласа çӳçентер эппин, — татах йĕкĕлтерĕ салтака Анук. — Мĕн каларĕ тетĕн-и? Эп ун пек калаймăп çав. Пире, сан пек, намăслантарса та пăхрĕ, хавхалантарса та калаçрĕ. Хайхи, пăшал пирки асăнса чуна витерчĕ. Эс — çĕр çынни, революци салтакĕ! Сан аллунта пăшал тет. Çав пăшала алăран ямасан, пурте большевиксен партийĕ тавра пĕтĕçсен, пирĕншĕн нимле тăшман та хăрушă мар, тет. Пире хăватлă парти ертсе пырать, пире пĕтĕм тĕнчери революци çулпуçĕ Ленин юлташ çул кăтартса пырать тет. Юл. ашкинчен пире пурие те Хĕрлĕ Çара çырăнма чĕнчĕ вăл. Кĕркури каллех шăпланчĕ. Мулла Анукĕ, кĕлеткипе малалла туртăнса, пăлхавлăн ыйтрĕ: — Нивушлĕ пĕр çын та çырăнакан тупăнмарĕ-и? — Çырăнмарĕç темерĕм-çке. Вагонсем пушанса юлчĕç терĕм вĕт. Çурри ытла, Хĕрлĕ Çара çырăнса, çав комиссар хыççăн кайрĕç. — А эсир? Мĕнле куçпа пăхса ăсатрăр юлташăрсене? Сан чуну çӳçенеймен пуль çав ун чух, Григорий Ермилчă. Çырăнмарăн, çамрăк арăму патне васкарăн. Çапла-и? — кулса-тăрăхласа мар ĕнтĕ халь, хурласа-айăпласа каларĕ Мулла Анукĕ, Ятрус учитель хĕрĕ. — Ериперех, Анна Фроловна, — терĕ вара Кĕркури те. — Сиплемен сурана ан шăйăр-ха. Çырăнма паян та вăхăт иртмен. Тен, çавăнпа ку юмаха аса илтĕм пуль. Тепĕр пӳртре те арçын улахĕ каç-каç пухăнкалать — Тăвайккинчи лавккаçăн шăвăç витнĕ вăрăм пӳртĕнче. Кунта куштансен улахĕ. Анчах Белянкинпа çыхăнса тăракан Смоляков чее хăтланать. Летчик-Миккана чухăн тесе чĕнет вăл вăрттăн улаха, Мирски Тимука — батрак тесе. Замана Тимĕркки те кирлех вĕсене: «вăтам хресчен» вăл. Ун шăллĕ большевик пулни пăшăрхантармасть куштансене. Ялтан кайнă-ха вăл, ашшĕсен пӳртне пĕртте кĕрсе курманнипе пиччĕшне кӳрентерсе хăварнă. Çавăнпа Замана Тимĕркки каллех çӳре пуçларĕ кăмăшка шеллемен лавккаçă патне. Малтан куштансен улахĕнче питĕ шавлăччĕ. — Çĕр парса улталарĕç пире. Çĕр пуяншăн ĕлĕк те çителĕклĕччĕ. Халь Мишша-салтаксем пуянсен пӳлмисене тустарасшăн. Памастнăр тырă! Вĕлерсен те памастпăр! — кăшкăрать Хаяр Макар. — Ан кăшкăр, Макар Данилчă. Эс кăшкăрнинчен усси çук, — лăпкă сасăпа калаçать кил хуçи. — Халлĕхе пирĕн шанчăк татăлчĕ. Дутов Оренбургран ула ярăмлă йĕмне пăрахсах тарнă. Калединсем пиртен ытла инçе. Совет влаçĕпе мирлĕ пурăнма май тулас пулать. Совет влаçĕ — халăх влаçĕ, теççĕ. Эпир халăх мар-и? Совета хамăр кĕреймесен, хамăр çынсене кĕртме тăрăшар. Яла таврăннă салтаксемпе калаçас пулать. Ревком пире йĕмсĕр хăварасшăн, выçă вĕлересшĕн тесе хĕтĕртес пулать вĕсене. Хамăра кирлĕ çынсене Совета суйласан, ял çыннисем пурте пĕр шухăшлă пулсан, вара ревкомсем пире ним те тăваяс çук. — Совет влаçĕ тĕрекленет, тĕрлĕ лавккаçăсене хĕстерет. Замана! — ахăрса илчĕ Тимĕркке. — Хуп çăварна, Замана! Эсĕ хăвăн енерал-шăллуна та хăнана чĕнсе илеймерĕн. Сана кăмăшка ĕçтерни те кăлăхах. Тавлашаççĕ, харкашаççĕ Чулçырма куштанĕсем хушăран çапла пухăнкаласа. Хăйсем патне кулак хӳрешкисене явăçтарма пуçларĕç. Кĕрешĕве хатĕрленеççĕ, çав вăхăтрах Мăрзабай мĕн каласса кĕтеççĕ. Лешĕ ним те шарламасть-ха. Пĕррехинче Смоляков ăна Тимук урлă чĕнсе пăхрĕ. Мăрзабай лăхлатсах кулчĕ тет. — Йӳтенĕ вăл! Ан килтĕрех. Унсăр мĕн, ăс çитереймĕпĕр-и? — терĕ Хаяр Макар, çавна илтсен. Пуян Танюш хаяр хăтипе килĕшмерĕ, кĕркунне хăйсем Мăрзабай сăмахне итлемесĕр Киселев именине тапăнса йăнăш тунине астутарчĕ.. Смоляков хăй те кĕркунне Мăрзабай ăсран кайнă тесе калаçатчĕ. Халь урăхларах юрла пуçларĕ: — Мĕн тесен те, Мăрзабай ăслă çын. Белянкин килĕштерме хушать унпа. Ывăлĕ çухалнăшăн хуйхăрса ĕçет ĕнтĕ вăл. — Çăва патне! — каллех çĕтĕлсе кайрĕ Макар. — Эп патша çухалнăшăн хуйхăрса та ĕçсе супмастăп. Ун пуçтах Назарĕ, тен, хальччен Çимунĕ пек большевик пулса кайман-и? Мăрзабайсене шанмалли çук. — Çамкуна хĕрес хур, Макар Данилыч, — терĕ Смоляков. — Назар большевик пулсан, тинех вара Тук шывĕ кутăн юхма пуçлĕ. Çук ĕнтĕ, халь Хаяр Макара ӳкĕте кĕртеймĕн. Мĕн уншăн Мăрзабай чĕппи Назар?! Халь ун хăйĕн ывăлĕ — Самарта кĕпĕрне ĕçтăвкомие сыхлакан гвардеец. Эсерсемпе максималистсен аллине лекнĕ кĕпĕрне ĕçтăвкомĕ хулари рабочисенчен çапах та хытă хăрать, çавăнпа вăл хăйне сыхлама ялти пуян ачисеячен пĕр тĕрле гварди тăвас тенĕ. Кашни вулăсран пилĕк çын ыйтса янă. Белянкин тепĕр кунах Самара пилĕк йĕкĕт тупса ăсатнă, Чее Миття та çав шута кĕнĕ. Хаяр Макар, ку хыпара илтсен, пушшех мăнкăмăлланса, пуçтахланса кайрĕ. Çавăнпа вал Мăрзабайсем пирки пачах урăхла калаçа пуçларĕ. — Пурпĕрех ман ывăла çитеймест Мăрзабай çури, — терĕ вăл халĕ те. Хайлаллăрах лавккаçă хăй ăшĕнче кулать пуçтах юлташĕнчен. Тупнă та мухтанмалли! Вăл хăйĕн ывăлне çак пăтранчăк вăхăтра нимпе те Самара ярас çук. Санька хăй те таçта кайса пуçне чикме ухмах мар. Анчах Макара хирĕç нимех те шарламарĕ Смоляков. Тем шухăшлă Мăрзабай пирки пĕр шухăшлă çынпа хирĕçес мар терĕ. Кĕçех икĕ улаха пĕр хыпар хумхатрĕ. Çак кунсенче суйлав пуххи пулмалла. Пуху ирттерме Куçминккаран Белянкин хăй килет. Чулçырмасене пухăва Лешеккине чĕнтереççĕ. Чăвашран тăватă депутат суйламалла иккен. Халĕ ĕнтĕ икĕ улахра калаçу пĕр йĕрпе кайрĕ. Куштансем час калаçса килĕшрĕç. Совета Смолякова, Мирски Тимука, Летчик-Миккана тата Замана Тимĕрккине суйлама палăртса хучĕç. Белянкин каланă пек, Советра пуянсемпе пĕр шухăшлă çынсем пулаççĕ: батрак, чухăн, вăтам. Фронтовиксен улахĕнче те тăватă депутат суйламалли çинчен пĕлеççĕ иккен. Мулла Анукĕ Тимĕрккене ĕçтерсе калаçтарнă. Лешĕ, ӳсĕрĕлсен, малтан «енерал» шăллĕне асăнса вăрçнă, макăрнă, унтан, эсер учитель хĕрĕнчен пĕртте сыхланмасăр, куштансен улахĕ пирки хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа панă. Салтаксем те пухăва тивĕçлĕ хатĕрленчĕç вара. Пайтах шавлакаланă хыççăн хăйсен кандидачĕсене палăртса хучĕç: Кĕркурие, Шатра Миккана, Виçĕ Якура тата тĕреклĕрех пурăнакан Селĕп Кирилене. Никамăн та мар, Виçĕ Якурăн ячĕ шавлаттарчĕ салтаксене. Шанчăклă çын мар вăл, анархистла хăтланать, кĕркунне кулаксемпе çыхланнă, терĕç ун пирки. Кĕркури çапах Якура сĕнет, «Радаевпа Осокин якаткаланă ăна, халь вăл кулаксемпе çыхланни палăрмасть», тет. Тавлашакансене Анук килĕштерчĕ. — Кĕркури пек фронтовиксем паян кунта, ыран таçта, — терĕ вăл. — Виçĕ Якур ялтан урăх каймасть, вăрçа юрăхсăр. Куштансем халь ăна кĕркуннехи ĕçсемшĕн кураймаççĕ. Тăвăр хушлăхпа çӳреми пулчĕ Хаяр Макар. Якура тĕл пуласшăн мар. Радаев ăшшăн калаçса çавăрчĕ Якур кăмăлне, Çимун пичче — шӳтлĕ сăмахпа, Мишша салтак — тӳрĕ сăмахпа. Эсĕ те, Кĕркури, калаçса пăх Якурпа, эпир, фронтовиксем, сана шанатпăр, тесе калаç. Çапла канашласа сăмах татрĕç фронтовиксем. Тата вĕсем хăйсен шухăшне Лешеккинчи фронтовиксене Трашук урлă пĕлтерес терĕç. Трашук йĕкĕт пуçпа салтак улахне ăнсăртран пырса лекрĕ. Анчах кашни ăнсăртлăхра хăйĕн сăлтавĕ пур. Çак йăваш йĕкĕт Мăрзабай Çимунĕпе те, Мишша салтакпа та туслă пулнине ялта такам та пĕлет. Мулла Анукĕ тĕл пул-массерен Трашука пĕр ыйтупа аптрататчĕ: «Çимун пиччерен çыру килмерĕ-и? Мĕн çырать, ăçта çухалса çӳрет?» Учитель хĕрĕ Çимун пирки пăшăрханнинчен тĕлĕнмелли çук. Çимун, Анукран кăшт çеç аслăрах пулин те, Анукшăн пиччех пулать ĕнтĕ: Çимун амăшĕпе Ятрус Хрулкки — пĕртăвансем. Урăххи тĕлĕнтерчĕ Трашука: Мишша пичче ялтан кайсан, ун пирки те тĕпче пуçларĕ Мулла Анукĕ. Мĕн тӳрĕпе? Хурăнташ та мар вĕт. Иккĕшин пирки те «Çыру çук» тесе хурлантарчĕ йĕкĕт çамрăк хĕрарăма. Халь ак Трашук' кĕсйинче икĕ çыру, иĕри Çимунран, тепри Осокинран. Иккĕшĕ те Оренбург таврашĕнче çапăçура иулнă иккен, çавах унта пĕрне-пĕри тĕл пулайман Çимун суранланса госпитале лекнĕ, лешĕ — Дутова йĕрлекен отрядра. Халлĕхе сывах-ха. Çак хыпарсене Мулла Анукне кайса пĕлтерес терĕ Трашук. Анчах хăй аллипех уçнă алăкран кĕмерĕ именчĕк йĕкĕт, пӳрт тулли халăхран хăраса каялла чакрĕ те алăка ерипен хупса хăварчĕ. Пурпĕрех халăхран тараймарĕ Трашук. Ун хыççăн кил хуçи йăпăрт чупса тухрĕ, пӳрт умĕнче йĕкĕте лăскаса тĕпчекелерĕ те пӳрте сĕтĕрсе кĕртрĕ, икĕ хĕрлĕ гвардеец çырăвĕсене пурин умĕнче вулаттарчĕ. Çавăнтанпа Трашук та каç-каç арçын улахне çӳрекен пулчĕ. Лешеккине пухăва фронтовиксем пурте пĕрле пухăнса кайрĕç. Улах пуçĕ те юлмарĕ вĕсенчен. Анук вырăс хушшинче именсе тăмарĕ, алăк патĕнче хĕсĕнсе лармарĕ, хăюллăн тĕпеле иртсе ларчĕ. «Пăхăр-ха, хĕрарăм пухăва килнĕ», — мăкăртаткаларĕç мăк сухалсем. Майралла тумланнă хĕрарăм илтмĕш пулмарĕ, çавăнтах тавăрса хучĕ: — Упăшкана вăрçăра вĕлерчĕç. Халь хам — кил хуçи. Совет влаçĕшĕн хамăнах сасăлас пулать. Сирĕн енче те ман пек тăлăх салтак арăмĕсем пур. Вĕсен те пухăва килмеллеччĕ. Ваттисем шăпланчĕç, çамрăккнсем йăл-нăл кулкаласа илчĕç. Белянкин ку ытла хăюллă хĕрарăма тӳртĕн пăхкаларĕ, вăл Ятросовăн хĕрĕ пулнине пĕлсен вара, Анук умне пырса пуç тайрĕ, кăмăллăн алă пачĕ. Кайран, суйлав пуçлансан, белянкинсене тĕлĕнме те, ӳкĕнме те лекрĕ. Кам пĕлнĕ-ха учитель хĕрĕн кутăнлăхне! Смоляковсен кандидачĕсене пурне те тиркесе пĕтерчĕ, халăха култарчĕ, вырăс-чăваш фронтовиксене хавхалантарчĕ. Чăвашран чăн малтан Медведев ятне асăнчĕç. Хушамачĕ чаплă ĕнтĕ. Сухоречкăри чаплă пуянăнни пек. Вырăссем ун мăшкăллă ятне пĕлмеççĕ-ха. Анук пĕлтерес терĕ. Сăмах ыйтмасăрах, хăн тĕллĕн калаçса ларнă пек, çапах пурте илтмелле, каларĕ: — Эй, мĕскĕн Натали! Мĕн тесе çак услап Летчика киле кĕртрĕн-ши? — Унтан турех Миккана тĕллерĕ: — Эс, Самлей чăвашĕ, Летчик-Микка, матрус тумне пасарта сутăн илнĕ, теççĕ, эс Киселев именинчен çăнăх, кĕрпе илсе килес вырăнне темле трюма илсе килнĕ, теççĕ, çав трюмана Натали сана пуçран çапса ватнă, теççĕ, — чăнах-и? Ан имен, халăха тĕрĕссипе каласа пар. Фронтовиксем каçса кайса кулаççĕ. Белянкин шкул шăнкăравне хаяррăн силлесе шăикăртаттарать, Смолякова сиве куçпа шăтарать. Лешĕ хăй те, аптраса кайнăскер, куçне мăчлаттарса, хулне хĕскелесе ларать. Çакăн хыççăн Кĕркурисемпе Лешеккинчи фронтовиксем хăюланчĕç, Тук икĕ енĕпе хе хăйсене кирлĕ çынсене Совета суйларĕç. Çăварни хăнисем Çитĕннĕ йĕкĕте хусаха юлнă çамрăк хĕрарăм патĕнче пурăнни килĕшмест. Трашук Осокина хулана ăсатнă кунах çыаăрма амăш патне çĕрпӳрте кайрĕ. Малтанхи вăхăтра кăнтăрла Çимун килне выльăх пăхма, шыв тултма çӳрекелерĕ. Каярах, Пăлаки патне Ыхраçырминчен ларма хĕр килсен, кăнтăрла та çӳреми пулчĕ. Выльăх-чĕрлĕхсĕр, картишсер кил-çуртра ĕçсĕр пурăнма кичем. Юр ытларах çăвинччĕ хуть. Вара упа хăйĕн шăтăкĕнчен тухнă пек çĕрпӳртрен чаваланса тухатăн та, кунĕпе юр тасатса, урам варрине çити çул туса йăпанатăн. Юрĕ те ытлашши çумарĕ кăçал. Ирĕксĕрех услапа ерĕн капла. Хĕл варринче тарçа кĕрĕшме те май çук. Ним ĕçсĕр, тĕллевсĕр пурăнакан Трашук хытă тарăха пуçланăччĕ. Çав вăхăтра çырусем килсе йăпатрĕç ăна. Çырусем салтак улахне ертсе кайрĕç, салтаксем ĕç тупса пачĕç: Лешеккине вырăс юлташсем патне кайса çӳреме хушрĕç. Кĕçех тата Мăрзабай хăй патне чĕнсе илчĕ Трашука. Хуçа шалти пӳлĕмре пĕчченех. Хăй яланхи пекех кăшт хĕрĕнкĕ. — Ирт кунталла, Трашук, лар юнашар, — терĕ вăл чи малтанах. Унтан йĕкĕте эрех тултарса пачĕ. — Çимун пăсăлнă маиăн, халь унăн тарçă тытма юрамасть. Санăн, Трашук, хăвăн малашлăху пирки шухăшлама вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, — хушса хучĕ кăшт тăрсан. — Пурăн ман патрах. Ывăл вырăнне пулăн. Ман пурлăх çине тарçă куçĕпе ан пăх. Эп вилсен, кунта эсĕ хуçа пулăн, — вĕçлерĕ юлашкинчен. Каччă чĕринче вара каллех телей ĕмĕчĕ хускалчĕ: «Чăнахах мана киле кĕртесшĕн пуль вăл», — савăнса шухăшларĕ айванскĕр, анчах хуçан асла херне хăй каллех шута илмерĕ. Çавăнтан пуçласа Трашук çĕнĕрен Мăрзабай патĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Пĕр-пĕр ĕçе пуçарма е ăна хăй ăссĕн татсă пама хăнăхман-ха Трашук. Кăмăлĕпе те йăраланчăк, иккĕленчĕк çын вăл. Çимун таçта госпитальте выртнă çĕртех ун валли ĕç тупса хунă. Ниме пухса, Пасарлăяла кайса, Тайман Сахарĕн çемйине Чулçырмана куçарма хушать. Лисук инкен пиччĕшĕпе, Селĕп Кирилепе кайса калаçмалла. Çийĕнчех каймаллаччĕ те… каймарĕ-ха. Хăюлăх çитереймерĕ пулас. Лешеккине пухăва каякан салтаксем Трашука та хăйсемпе пĕрле ертсе кайрĕç. Анчах лешĕ шкул çуртне, халăх çине, кĕмерĕ, çенĕкре ура шăлса юлчĕ. Унтан каялла тухрĕ те Ольăсен хушлăхĕ еннелле çул тытрĕ. Оля килте пĕчченех, çыру вуласа ларать. Куççульпе шывланнă куçĕ Рамаш малалла мĕн çырнине уйăрса илейми пулнă. Алăк шаклатса хупăнсан, хĕр шартах сикрĕ, унтан Трашука курчĕ те ăна тӳрех мăйран пырса уртăнчĕ. — Ах, Троша, Троша! Пуçне хурать вĕт мана курмасăрах! — ĕсĕклесе макăрса ячĕ хăй çавăнтах. Каярахпа, макăрса чунне кантарнă хыççăн, çырăвне вăл сасăпа çĕнĕрен вулама пуçларĕ. Акă мĕнле хыпарсем ыраттарнă иккен хĕр чунне: «… Шепелев юлташа пытартăмăр. Вăл, мĕскĕн, патша тĕрминче ӳпкине çĕртсе янă. Çур енне вилсе кайрĕ. Маншăн атте пекех çывăх та хаклă çынччĕ. Ун вырăнне сулахай эсера Прозоровские Совнарком пуçлăхĕ турĕç. Ку Шепелев пек мар, йăлт урăх çын. Уншăн машина çӳретес килмерĕ. Хăй те мана чарса тăмарĕ. Эпĕ халĕ Хĕрлĕ гварди отрядĕнче. Уесĕпе кулак пăлхавĕсене пусарса çӳретпĕр. Пирĕн командир, Маркелов юлташ, лайăх çын. Рабочи. Вăрçă вăхăтĕнче прапорщик пулнă. Ыран каллех ĕçе тухса каятпăр. Инçе каймалла. Шурă Атăл пуçĕнче, таçта сĕм вăрмансем, варринче, икĕ пысăк ял пур. Пĕри Çĕлĕм ятлă, тепри йĕрныкша — хула пек пысăк та пуян ял. Йĕрныкша пуянĕсемпе офицерсем, Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклесе, Çĕлĕм чухăнĕсене пырса тапăннă. Çав пăлхава пусарма тухса каятпар… Эсĕ, Оля, ман пирки ан пăшăрхан. Çăварниие пыма ерçеймерĕм. Халь çăва тухасса кĕтмелле пулать ĕнтĕ. Кĕт мана çимĕке. Пирĕн праçник вăл, туй кунĕ. Унччен тăшмансене çĕнтеретпĕрех… » — Эх, Рамаш, Рамаш! — ассăн сывласа илчĕ хĕр, вулама чарăнса. — Кĕт мана тет. Çимĕкчен кĕтме хушать. Тата вунпилĕк эрне ытла! Эпир çимĕкне те кĕтсе йлĕпĕр. Эс кĕтсе илейĕн-и?! Пĕрмай хăрушлăхра, çапăçура. Эх, Рамаш, Рамаш. Ма эс пĕлтĕр кунта килсе çапăнтăн? Ним хуйхăсăр пурăннă пулăттăм. Çимĕкчен пуçна хумасан та, ку еннелле çул тытайăн-ши? Ав Илюша та пурăнмарĕ килте, Трашук. Сирĕн салтакăрпа ерсе, Рамаш пекех, революци тума кайрĕ. Хăçан туса пĕтерĕç-ши çавыа? Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Кăшт шăпланса ларчĕ те йăл кулма тăрăшрĕ Оля. — Çитет пуль мана хӳхлеме, Трашук? Каçар, хĕрарăм йăли-юрри çапла вăл. Пĕр-пĕр савăкрах хыпар каласа йăпат-ха, эппин мана. Пирĕн йĕкĕтсем фронтовиксемпе пĕрле пухăва кайрĕç. Эс каймарăн-им? Хурланчăк хĕре йăпатас кăмăлпа унччен калайманнине тин каларĕ вара Трашук. Мăрзабай Çимунĕн, хайхи «культурăллă салтакăн» хыпарĕсене каласа пачĕ, кĕсйинчен çыру кăларса Ольăна кăтартрĕ. Темĕскер хăйĕнне шухăшлакан салху хĕр салтак хутне, йăлашăн кăна тенĕ пек, тытса çавăркаласа пăхрĕ, унтан сасартăк чĕрĕлнĕ куçпа тинкерсе вулама пуçларĕ. — Ой, Трашук! Рамашăн ашшĕне асăнать вăл. Ма малтанах каламарăн? Семен Тимофеич Пасарлăяла кайса вĕсен çемйине кунта куçарма хушать. Рамаш хăйĕн тăванĕсĕм пирки те маннă, ют çынсем астутараççĕ. Атя, ниме пухса, кайса килер. Кунти тăванĕсемпе калаçрăн-и? Трашук хирĕç тем ăнланмаллах мар мăкăртатрĕ. Çав вăхăтра Спиркăпа Филька шавлăн килсе кĕчĕç. Илюша кайнăранпа Спирка «Чугунов гвардийĕнче» асли пулса юлнă. Ĕлĕкрех Трашук пек чĕмсĕр те йăвашскер, халь хăйне хăй хăюллă тыткалать. Пухура пулнă иккен вĕсем. Филька кĕнĕ-кĕменех сăмах пуçларĕ, Мулла Анукĕн паттăр хăтланчăкĕсем пирки сывлăш çавăраймасăр пакăлтатрĕ. Оля йĕкĕтсене хăех пухăва кайма хушнăччĕ, халь ун пирки маннă тейĕн, Филькăн сăмахне хăлхана чикмерĕ, хăйĕн сăмахне хускатрĕ. — Чим-ха, Филимон, итле-ха, Спиридон, — йĕкĕтсене яланхи пек мар чĕнсе тĕлĕнтерчĕ вăл, — итлĕр-ха, ачасем. Рамашпа унăн ашшĕ таçта-таçта революци туса çӳреççĕ. Пиртен аллă-утмăл çухрăмра çеç вĕсен çемйи тарăхса пурăнать. Атьăр-ха, чăвашсемпе вырăссем, хутăш ниме туса Рамаш çемйине хамăр яла куçарар. Филька çавăнтах пуху пирки манса кайрĕ. — Чăнах та! Хĕрлĕ гвардисем икĕ революционер çемйине пулăшма тивĕç. Эпĕ пуринчен малтан ниме гвардине çырăнатăп. — Ан кăшкăраш-ха, лашасăр герой. Сан пек пехотăран нимешĕн ним усси те çук, — сивĕтме пăхрĕ ăна Спирка. — Сан ĕç мар. Тен, ташласа, пуçхĕрлĕ тăрса, хам валли лаша тупăп. Ан итле ăна, Оля, пĕр лав пур тесе шутла. Сан лаша пур. Спиркăн хăла кĕсри пур. Ман лаша пулать. Эс, Троша, миçе лаша тăратма пултаратăн? Ĕçе тĕплĕ тума юратакан Спирка асăрхаттарчĕ: — Лавсем çитерĕпĕр-ха. Анчах ăçта, кам патне илсе килĕпĕр Рамаш çемйине? Малтан пĕр-пĕр хваттер тупас пулать. — Лисук инкен тăванĕсем пур ялта. Çавсемпе паянах калаçăп. Эпĕ те хам валли лаша тупăп, тăванĕсем пĕр-ик лашапа пырĕç, — терĕ Трашук. — Мĕнле çынсем вĕсем? Чухăнсем-и е кулаксем мар-и? — ыйтрĕ Илюша пекех кулаксене «юратми пулнă» Филька. — Мĕнле калас… Лисук инкен пиччĕшĕ, Кирилл Иванович, Селĕп Кириле теççĕ ăна… — Чим-ха! — пӳлчĕ Трашука Филька. — Ана паян Совета суйларĕç вĕт. Питĕ лайăх. Совет членĕ ертсе кайĕ ниме гвардине. Оля çатăлти Филькăна тин юратса пăрахнă пек, хăй ниçта кайса кĕрейми ăшталанма пуçларĕ. Вĕсем Рамаша хăйне çăлма кайма хатĕрленнĕ пек туйăнчĕ ăна. Пасарлăялăн Чăваш вĕçĕнче те кăçал хĕлле арçын йышĕ тăрук хутшăнчĕ. Чĕрĕ юлнă салтаксем киле таврăнчĕç. Анчах вĕсем Чулçырмари пек улаха пухăнса лармаççĕ. Упа пек кашни хăйĕн шăтăкне — тăм пӳрте — хĕл каçма кĕрсе выртнă тейĕн. Хушăран кăна, икĕ кӳршĕ хĕрарăм пĕрле мунча хутсан, вĕсен упăшкисем пĕр-пĕринпе калаçма хăрамаççĕ. — Эс Ленин çинчен илтнĕ-и? — ыйтать пĕри. — Илтнĕ. Вăл пулман пулсан, эпир паян пĕрле мунча кĕреймĕттĕмĕр, ача, — тет тепри, тата хăюллăраххи. — Леш, пире вăрçа хăвалакан Керенскийĕ, ăçта кайса кĕнĕ вара? — Шуйттан пĕлет. Хĕрарăмла тумланса тарнă, теççĕ. Иккĕнех чух икĕ салтак хăйсен шухăшĕсене пĕр-пĕринчен пытармаççĕ. — Тĕлĕнмелле ĕçсем, ача. Пиртен вăтăр-хĕрĕх çухрăмра — Çĕнĕ самана, Совет влаçĕ. Кунта пирĕн кам влаçĕ пулчĕ вара? Патша влаçĕ тахçанах çук. Утаман влаçне пĕтернĕ, теççĕ. — Купцасемпе пуянсен влаçĕ. — Кунта та большевиксем пурччĕ, теççĕ. — Пулнă та, купцасем пĕтернĕ вĕсене. Пĕри çĕç, Клемейкин ятли, тарса хăтăлнă. Дутова Оренбургран сирпĕтнĕренпе икĕ уйăх иртнĕ пулин те, Пасарлăяла, чăнах та, Совет влаçĕ çитеймен-ха. Ялти власть лавккаçăсемпе куштансен, ял старостипе чиркӳ старости аллинче. Çакăнта пурăнать ĕнтĕ Тайман Сахарĕн çемйи, тĕрĕссипе каласан, çемье хӳрешки. Çулла Стерлитамака тухса кайнă чух Рамаш килте ултă чĕрĕ чун хăварчĕ. Халĕ кунта амаçури амăшĕпе Рамашăн вунпĕр çулхи шăллĕ Тарас çеç пурăнаççĕ. Ыттисем ăçта? Малтан, кĕр еннелле, Лисукăн икĕ пĕчĕк ывăл ачи темле усал чирпе умлă-хыçлă вилсе кайрĕç. Кĕркунне тепĕр инкек килсе çапрĕ ĕлĕк самаях пурăнакан шорник çемйине. Уйăхра пĕрре Тарас пĕчĕк урапапа Пасар вĕçĕнчен пĕр иăт çăвăх тата сахăр, краççын турттарса килетчĕ. Анчах пĕррехинче вăл пушă урапапа таврăнчĕ. Яланах кăмăллă калаçакан Гурьянов хальхинче пачах урăх çын пек калаçрĕ унпа. — Ак сире! Кукиш ĕмсе пурăнăр малашне, — усал ача пек, пысăк пӳрнине икĕ пӳрне хушшине туса кăтартрĕ Тараса шурă сухаллă, мăнаçлă çын. — Пиччӳне тав тăвăр уншăн. Урăх ним те каламарĕ ашшĕн кумĕ, Тарас çапах та ăнланчĕ, пушă ураиине каялла тавăрса шалтăртаттарчĕ. «Пичче те, атте пек, большевик пулса кайнă ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Ун ашшĕ те, пиччĕшĕ те Тараспа большевиксем пирки калаçман. Анчах шкул ачисенчен ним те пытараймăн. Чăн вăрттăн хыпарсене те таçтан пĕлеççĕ вĕсем. Çавăн хыççăн Тарасăн аккăшĕ Верук пасара килнĕ Якаль чăвашĕсемпе Темен куккăшĕсем патне хĕл каçа ларма кайрĕ. Халĕ ĕнтĕ килте виççĕнех юлчĕç: Тарасăн кăкăр ĕмекен пĕчĕк йăмăкĕ пур-ха. Çапла виççĕн выçăллă-тутăллă хĕле кĕнĕччĕ вĕсем, раштавсем иртсен, Лисукăн чăн пĕчĕк ачи те шăпланчĕ. Пĕчĕк йăмăкне пытарнă чух Тарас пирвайхи хут мăн çын пек хытă ĕсĕклесе макăрчĕ. Иăмăкне шелленипе çеç мар, амăшне шеллесе макăрчĕ вăл. Чăнах та, юлашки ачи вилнĕ хыççăн Лисука çынсем паллайми пулчĕç. Макăрмасть, çынпа калаçмасть, пĕр вырăнта тăнă çĕртех чунсăр юпа пек хытса каять. Сăнпа сарăхса-хуралса ларчĕ. Икĕ ывăл ачине пытарнă хыççăн нумай хӳхлесе макăрчĕ вăл, халь макăрмасть. Çавă шалтах тĕлĕнтерсе хурлантарать вăхăтсăр çитĕне пуçланă ачана. Тарас хальтерех кăна чухлакан пулнăччĕ: ун амăшĕ — амаçури иккен. «Тăван. анне ырă чун, амаçури усал чун», тенине илтнĕ вăл. Ун амăшĕ, амаçури пулин те, питĕ ырă чун. Вăл нихçан та Тараса вăрçмасть, кӳпкемест, хăех ăна урама тухса ачасемпе выляма хистет. Ашшĕ вăрçа кайнă, пиччĕшĕ пурăнма Пасар вĕçне куçнă хыççăн Тараса амăшĕпе тата варлăрах пулма çырусем пулăшрĕç. Ача ашшĕн çырăвĕсене вуласа парать, амăшĕ хушнипе çыру çырать. Тĕлĕнмелле сăмахсем çыртарать ăна амăшĕ. Хăй кăшт хĕремесленсе пуçне пăрать те: «Çыр. Эй, савнă чунăм, çутă уйăхăм, хĕрлĕ хĕвелĕм… çыртăн-и?» — тет. Тарас пуçне çĕклемесĕр амăшĕн сăмахĕсене пĕр улăштармасăр çырать. Куçран куçа пăхма иккĕшĕ те вăтанаççĕ вĕсем çыру çырнă чух. Малтан Тараса çак сăмахсем кулăшла пек туйăнатчĕç. Каярах вăл пурнăç тути-масине туя пуçларĕ, «ăшăтмасть-ха пире хĕрлĕ хĕвел», — тесе шухăшлакан пулчĕ. Çакăн пек çырусем вĕсем ĕлĕкрех çыратчĕç. Кĕркуннеренпе ашшĕнчен çыру килми пулчĕ. Рамашран та хыпар çук. Халĕ Тарас час-часах килте пĕчченех юлать. Никампа калаçми пулнă амăшĕ таçта кайса çухалать те киле час таврăнмасть. Пĕррехинче Тарас амăшĕ хăш еннелле кайса çӳренине вăрттăн йĕрлерĕ. Пасар вĕçĕнчи масара, ачисен тăпри çине çӳрет иккен вăл, мĕскĕн. Ача каллех хурланчĕ, киле таврăнсан, амăшне кĕтсе, макăрса та илчĕ. Çăварни эрни те иртсе пырать ĕнтĕ. Паян та Тарас амăшне кĕтсе кĕнеке вуласа ларать. Пӳрт сивĕннине сиссен, вăл пысăк çунашкапа тимиçе хут кайса, анкартинчен улăм турттарса килчĕ, хăех кăмака хутса ячĕ. Улăмпа вут хутнă чух пӳртрен ниçта та тухса çӳреме юрамасть, пĕрмаях улăм çыххи туса кăмакана чиксе лармалла. Хушăран турчăкапа пăтратса илмелле. Часах Тарас виçĕ çунашка улăм çунтарса пĕтерчĕ те кăмака юшкине хупрĕ, хăй уйăх çутипе кĕнеке вулама чӳрече янаххи çине пырса тĕрĕнчĕ. Кĕçех амăшĕ те таврăнчĕ. Ачана савăнтарса, Лисук паян пирвайхи хут ĕлĕкхи пек лăпкă сасăпа сăмах чĕнчĕ: — Эс юшкăна хупрăн та-и, Тарас? Сĕрĕмлĕ хупмарăн-и? — Улăм кĕлĕнчен мĕн сĕрĕмĕ пултăр, — мăн çын пекех хуравларĕ Тарас. — Ма хăйă çутмастăн? Уйăх çутипе вуласа куçна пăсăн. — Краççын сахал. Тен, çăварнине хăнасем килĕç. — Пирĕн пата кам килтĕр ĕнтĕ, Тарас! Якалĕнчи аçу хурăнташĕсем килмĕç — унта акку хăнара. Чулçырмара унăн çывăх хурăнташ çук. — Трашук пичче хурăнташ мар-и? — Трашук пиччӳ килĕччĕ те — тарçăра пурăнать вăл. Тарçă хăнана çӳремест. — Анне, мана мăн куккасем хăнана килессĕн туйăнать. эпĕ куккана иртнĕ каç тĕлĕкре куртăм, — терĕ Тарас темĕскер ĕмĕтленнĕ сасăпа. — Мăн кукку та юлашки вăхăтра манчĕ пире, килми пулчĕ. Халь килсен те сăйлаймастпăр. Çăнăх та пӳлме тĕпĕнче çеç. Сутăн илме ăçтан укçа çитерĕпĕр? Пĕр пăчĕ çирĕм тенкĕрен иртсе кайрĕ. Аçу та, пиччӳ те пăрахрĕç пире. Укçа та ямаççĕ, çыру та çырмаççĕ. Пĕртен-пĕр ĕнене сутмалла пулчĕ. Ене укçи пĕтсен, выçă вилес пулать-и ĕнтĕ? — йĕрес пек хурланса мăкăртатрĕ амăшĕ. Халĕ пушшех лăпланчĕ Тарас: «Калаçать-ха, макăрма та хатĕр». Лăпланчĕ те каллех вулама пикенчĕ. Анчах кĕçĕр вуласси иулмарĕ иккен. Каçранах шăпланнă урамра сасартăк сасăсем илтĕнчĕç. Тарас чӳрече кĕленчине вĕрсе ăшăтрĕ те уртăнса урамалла пăхрĕ. Уйăх çутинче шурă юрпа витĕннĕ урам лайăх курăнать. Темиçе лав çывхарса килет. Акă малти тӳрех Тарассен хапхи еннелле пăрăнчĕ. Çуна çинчен тăлăп тăхăннă çын йăраланса анчĕ, талăпне хывса пăрахрĕ те йĕри-тавра пăхкаласа тăчĕ. Ытти çунасем çинчен те çынсем сике-сике анчĕç. Пĕри вырăсла кăшкăрса калаçрĕ: «Çитрĕмĕр-и, çук-и? Ялĕн тăршшĕ вунă çухрăм ытла пулĕ. Яла çитсе кĕнĕренпе пĕр сехет иртрĕ ĕнтĕ. Мĕн пулсан та, урăх ниçта та каймастăп, лашана çакăнта урамрах тăварап». Ыттисем кула пуçларĕç. Малтан çуна çийчен анни чăвашлах калаçать: «Çитессе çитрĕмĕр. Килкартине. кĕреймĕн кунта. Пысăк хапхи уçăлмасть пуль вĕсен, юр пусса кайнă». Тепри те чăвашла сас пачĕ: «Юрне хамăрах хырса тасатăпăр. Хуçисем çывăрнă пуль. Чӳречерен пырса шакка-ха, Кириле мучи». Тĕлĕнсе пăхса тăракан ача тинех палласа илчĕ. — Анне, мăн куккасем килсе çитрĕç! — тесе кăшкăрчĕте вăл çарамасах тула чупса тухрĕ. Мĕскĕн хĕрарăм малтан ĕненмерĕ, кайран, пиччĕшĕн селĕп сассине уйăрса илсен, макăрса ячĕ… Çарамас чупса тухнă ачана хăнасем пӳрте хăваласа кĕртме тăрăшрĕç. «Чим-ха, Тарас, эпĕ те санпа пĕрле пӳрте кĕрем, арçынсем айкашчăр кунта», — илтĕнчĕ майра сасси. Çавăнтах Тараса пĕр тăлăп пырса ыталарĕ те, пĕчĕк ачана йăтнă пек йăтса, пӳрт алăкĕ еннелле утрĕ. — Эсĕ пысăк иккен, Тараска. Пĕвӳпе Рамаша хăваласа çите пуçланă, — терĕ майра, пӳрте кĕрсен. Ача вара тӳрех тавçăрса илчĕ: Оля ку. Ун çинчен Рамаш хăйĕн юлташĕпе калаçнине илтнĕччĕ Тарас. Тулти пӳртре тăлăп хывса шалти пӳрте кĕрсен, Оля Лисук инкене сывлăх сунчĕ. Ыталаса та илесшĕнччĕ вăл ăна — хăяймарĕ. — Анне, ма эс лампа кĕленчине тăхăнтармастăн? Халь краççын ан шелле ĕнтĕ, хăнасем килчĕç вĕт, — терĕ пĕчĕк хуçа. — Шеллесе мар, ыльăм, алă чĕтренипе лампа кĕленчине ӳкерсе çĕмĕртĕм, — терĕ амăшĕ, айăпа кĕнĕ пĕчĕк ача пек. Хытă пăлханнипе такăна-такăна калаçрĕ вăл. — Апла пулсан, юлашки краççына аттен «Çиçĕм» лампине ярса çут, Праçник вĕт паян. Çапла калаçса, ача кĕрĕк тăхăна пуçларĕ. — Эс ăçта кайма хатĕрленетĕн, Тараска? — ыйтрĕ майра. — Лаша тăвариччен Кирилл Ивановичпа анкартине кайса килес. Улăм кирлĕ, тулти иӳрте те хутмалла пулать. Хăшĕ-пĕри кăмака çине выртĕç. Кунта иурте шăнăçаймăпăр. — Ну маттур та иккен эс, Тарас! — кулса ячĕ Оля. — Пĕчĕк кил пуçĕ. Юрĕ. Кăмака çине иксĕмĕр выртăпăр, анкартине те иксĕмĕр кайса килĕпĕр. Эс вырăсла пиччӳ пекех таса калаçатăн. Шкула çӳретĕн-и? — Тăваттăмĕш класа çӳре пуçланăччĕ те… — О, сирĕн кунта тăваттăмĕш класс та пур-и? Мĕн, халь хăвах çӳреме пăрахрăн-и? — Пирĕн учителе Пасар вĕçĕнчи буржуйсем вĕлерчĕç. Большевикчĕ вăл, Михаил Петрович. Унăн мăшăрĕ Елена Федоровна пĕчĕккисене вĕрентет. Пире вĕрентекен çук. Картишне тухсан та Тарас хăйне хăй хуçа пек тыткаларĕ. Куккăшне часрах пӳрте кĕме хушрĕ. — Эпир вĕт, кукка, пĕчĕк Укçене те пытартăмăр, — терĕ. — Анне хуйхăрса чĕлхесĕрленнĕччĕ. Халь калаçа пуçларĕ. Кĕр, атту вăл «Çиçĕм» кĕленчнне те çĕмĕрĕ тата. Трашукпа Яхруш, Спиркăпа Филька, хăйсем хушшинче шавласа, лаша тăвараççĕ. Кириле мучи пӳрте кĕме васкарĕ. Ирхине аслисем канаш тытрĕç. Мĕнпур пурлăха ултă лавпа тиесе кайма пулать. Мĕн шăнăçайманнине шанчăклă кӳршĕсем патне леçсе хăварас. Пӳрчĕпе вара мĕн тумалла-ши? Сутса ямалла-и е çăва тухиччен çаплипех хăвармалла? Юлашкиичен асли çапла каларĕ: — Сутма кирлĕ мар. Укçа йӳнелсех пырать. Самана кăшт лăплансан, Сахар киле таврăнсан, пӳртне куçарать вăл. йывăç пӳрте куçарасси ним те мар. Каллех ниме туса килĕпĕр. Халĕ алăкĕпе чӳречисене çапса хăварас. Çынсем çăварни чупма пуçличчен эпĕ Стихван хăта патне кайса килем-ха. Юлнă япаласене çавăн патне хăварăпăр, пӳрте асăрхаса тăтăр. Эс, Лисук, икерчĕ пĕçерсе сăйла хăнасене. Ватти тухса кайсан, çамрăксем пĕр саманта шăп ларчĕç. Оля вара, ним тума аптранипе, стена çинчи ӳкерчĕксене пăхкалама тытăнчĕ. Çавна кура Тарас арчаран тата пĕр çыхă ӳкерчĕк туртса кăларчĕ. — Пичче картинкисем кусем, — терĕ вăл. — Патша сăнĕсем те пурччĕ. Эп вĕсене революци пулнă хыççăн çурса тăкрăм, генералсене хăвартăм… Пурте ӳкерчĕк пăхма пикенчĕç. Тарас пĕрин хыççăн теприне кăтартса ăнлантарса парать: «Акă генералсем: ку Брусилов, ку Иванов, ку Алексеев, ку Сухомлинов… » — Каледин е Дутов çук-и кунта? Контрăсене усратăн пулсан, сана тӳрех шорник пӳлĕмне хупса лартас пулать, — терĕ Филька. — Контрăсене хамах çурса тăкрăм, — калаçать Тарас. — Сухомлиновне çурмарăм-ха. Ăна патша хăех тĕрмене лартнă. Акă Кузьма Крючков. Сăнă çине вуникĕ нимĕç тăрăнтарнă вăл. Салтакран таврăннă Алюш пичче ăна та çурса тăкма хушрĕ, суя вăл тет. Эпĕ çурмарăм. Акă пĕр салтак офицера вилĕмрен çăлнă, хăй суранланнă пулин те, командирне ултă çухрăм йăтса пынă. Алюш пичче кăна та çурма хушрĕ, офицера çăлма кирлĕ марччĕ терĕ. Эп çурмарăм. Кăсене вара никам та çурма хушмасть, пурте пăхса савăнаççĕ, юррисене юрлаççĕ. Юрăллă ӳкерчĕксем хушшинче Оля иĕлекеннисем те, пĕлменнисем те пур: «Коробочка», «Златые горы», «Потеряла я колечко», «Умер бедняга», «Тихо стонет синее море». Кунтах Филькăн юратнă юрри: «Ехал с ярмарки ухарь-купец». Ӳкерчĕксене пăхса тухнă хыççăн Оля салхуланчĕ. — Генералсем нумай сан, Тараска. Аçупа пиччӳн ӳкерчĕкĕсем çук-им вара? Пур пулсан, ма пире кăтартмастăн? — Пур, — куçне ялтăртаттарчĕ Тарас. — Аттен ӳкерчĕкĕ аннере, арчара усрать вăл ăна. Пиччен тесен… акă вăл, тульккĕ пĕччен мар вăл кунта. Еликовăн черкесĕпе иккĕшĕ пĕрле ӳкерттернĕччĕ. Оля вăтанса тăмарĕ, ача аллинчи ӳкерчске ярса тытрĕ те пăха-пăха савăнчĕ. Унтан ӳкерчĕкне тутăрпа чĕркесе хĕвне чикрĕ. — Юрать-и, Тарас? — ыйтрĕ кайран тин. — Мана кирлĕрех вăл. Упрасса та эп ăна лайăхрах упрăн. — Ю… юрать, — терĕ аптраса кайнă ача. — Куратăп-çке, кăшт кăмăлсăрлантăн. Эсĕ те пиччӳшĕн тунсăхланă пуль çав. Юрĕ, пиччӳне курма пирĕн енне час-часрах чупкалăн, — терĕ Оля, Тараса пуçран ачашласа. Тепĕр кун ирхине тул çутăличченех Тайман Сахарĕн тăлăха юлакан пӳртне кӳршĕри çамрăк арçынсем — фронтовиксем хăнасемпе хуçасене ăсатма пухăнчĕç. Халь тăруках хăюлланнă вĕсем. Тарасăн Алюш пиччĕшĕ кĕнĕ-кĕменех ачана хупăрларĕ: — Эс, Тарас Захарчă, генералсене çуратăн-и, çурмастăн-и? Çурмасан-, сана Пасар вĕçне ăсатмалла пулать. Вырăссем умĕнче юри вырăсла калаçрĕ Алюш салтак. Тарасĕ те вырăслах хуравларĕ: — Çурмастăп. Тăхтас терĕм-ха. Тен, вĕсенчен хăшĕ-пĕри Совет влаçĕ майлă пулĕç. Пирĕн учнтель Брусилов генерала питĕ мухтатчĕ. Чăнах та, ун тумтирĕ те хĕрлĕ. — Мундирĕ хĕрлĕ пулни ниме те пĕлтермест. Генерал от кавалерии вăл, çавăнпа çеç ăна хĕрлĕ мундир тăхăнтарнă. — Пурпĕрех çурмастăп. Михаил Петровнч юрататчĕ ăна, — кутăнлансах хуравларĕ халĕ ача. Оля кулса ячĕ. Пĕр-ик сăмах Тараса мухтаса каларĕ. — Ку мĕнле майра пулчĕ-ха? — хальхинче чăвашла ыйтрĕ Алюш салтак. — Пиччен хĕрĕ, — терĕ Тарас. Оля чăвашла калаçнине ăнланчĕ. — Ага. Эпĕ Рамашăн çураçнă херĕ, — терĕ вăл. Вара Алюш салтак унпа калаçма пикенчĕ. Ыттисем чăвашлах сӳпĕлтетеççĕ. Кунта та ревком Совет влаçĕ тума килсе çитнĕ иккен. Çавăнпа Пасарлăял чăвашĕсем те паян хăюланнă. Трашук вĕсене фронтовиксен улахĕ пирки, Чулçырмара суйлава епле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ, Кириле мучие Совета суйлани çинчен те асăнчĕ. Вара салтаксем Совет членне сырса илчĕç. Тул çутăлнă çĕре ултă лав вăрăм урам тăрăх инçе çула тапранче. Лисукăн чĕри икке çурăлас пек шаккать: çурри тăван яла вăркăнать, тепĕр çурри кунта юласшăн çунать. Унăн тăван ачисем çакăнти тăпра айĕнче выртса юлаççĕ вĕт. «Эх, Сахар, Сахар! Ма эс мана кунта илсе килтĕн те пăрахса хăвартăн. Эс ыттисем пек киле таврăннă пулсан, тен, пĕчĕкки те пулин вилмен пулĕччĕ… » — хăй ăшĕнче хурлăхлăн ӳпкелешет тăлăх хĕрарăм. Тараспа Оля нер лав çине ларнă. Рамаша асăнса калаçмалли вĕсен вăрăм çул тăршшĕпех те иксĕлмĕ. Иклетнĕ-ши паян Сахарпа Рамаш? Анчах Мăрзабай Çимунĕ çав вăхăтра Трашук çырăвне савăнса вуласа выртать. Тайман Сахарĕн çемйине Чулçырмăна куçарма каятпăр тесе çырать ун çамрăк тусĕ. Тепĕр çимĕк умĕн Вунпилĕк эрне тесе ăнсăртран мар, тĕрĕс шутласа хурсах асăнчĕ Оля çăварни умĕн Трашукпа калаçнă чух. Анчах вăл, шутласа тăмасăр, çитмĕл çичĕ эрне тенĕ пулсан, тата тĕрĕсрех пулатчĕ пуль. Вĕсем Пасарлăяла кайса килнĕренпе вунпилĕк эрни те иртрĕ ĕнтĕ, çапах Рамашпа курнăçас кун пĕртте çывхармарĕ. Çимĕкĕ те улталĕ-ши Ольăна, Тук хĕрринче чарăнса тăмасăр иртсе кайĕ-ши? Çанталăк пĕлтĕрхи пекех вырăс çимĕкне кĕтсе савăнать. Чӳккукри тĕрлĕ сасăпа янрашать, Тук шывĕ шарлак тĕлте Ольăна чĕнсе шăнкăртатать. Çавăнта ирхине хĕвел тухнă-тухман шухăша кайса утса пычĕ Оля, куçне хупса вăрманпа шыв сассине шăппăн итлесе тăчĕ. Акă вăл сасартăк куçне уçĕ те юнашар тăракан, чие тĕслĕ кĕпе тăхăннă каччине курах кайĕ… Уçрĕ куçне Оля… Юнашар Рамаш çукки тĕлĕнтермерĕ ăна, урăххи тĕлĕнтерчĕ: пĕр самант хушшинче çанталăк уншăн йăлтах улшăнчĕ, чунсăрланчĕ. Хĕвел çути те, вăрманпа шыв сасси те савăнтармаççĕ салху хĕре. Пĕлтĕрхи савăнăçран кунта ним те юлман-шим вара? Апла пулсан, ма çак енне çӳретĕн, Оля? Ма Тук урлă каçса Рамаш сукмакĕ çине тухма васкатăн? Пăрутапăрĕ çывăхĕнче пурах çав савăнăç Ольăшăн. Пĕлтĕрхи савăнăç мар, кăçалхи савăнăç вăл, çăварни эрнинче çуралнăскер. Хĕр чĕрин тепĕр кĕтессинче тепĕр тутлă туйăм çуралчĕ кăçал. Хĕрарăм туйăмĕ, амăш туйăмĕ мар-и вăл? Çав кĕтесре пĕчĕк Тарас пурăнать. Ольăн сăнĕ çутала пуçларĕ, вăл шыв урлă каçрĕ те Рамаш сукмакĕпе Пăрутапăрне пырса тухрĕ, чăнкă çыран хĕрринче чарăнса тăчĕ. Кунта вăл, Тарас — Чугун авăрĕн çĕнĕ хуçи. Хăй курăнмасть ку тĕлтен, шыв çийĕпе тăсăлнă вăлта хуллисем çеç курăнаççĕ. Оля хуллен кăна «пасарлăялла» шăхăрчĕ те хăй тĕм хыçнелле пăрăнчĕ. Шыв хĕрринчи кукленсе ларакан пĕчĕк пулăçă чалт! сиксе тăчĕ, çӳлелле пăхрĕ. Никам та курăнмасть. Такам тепре хытăрах шăхăрса илчĕ. Вара Тарас, вăлта хуллисене пăрахса хăварса, çӳлелле вăркăнчĕ. Анчах унта никам та çук-çке. Ача хашкаса йĕри-тавра пăхкаласа тăрать. Сасартăк темле, улăхрп чечексем пек, тĕрлĕ тĕслĕ çавраçил килсе çапрĕ ăна, çертен çĕклесе пĕр вырăнта хăвăрт-хăвăрт çавăрма пуçларĕ. Оля ахăлтатса кулать, Тарас сехре хăпнă пек çухăрать: — Асăрхан, Олякка! Хитре сарапнанна варалама пултаратăн. Ал-ура йĕпеннĕ, пылчăкланнă ман. — Нимех мар, Тараска. Пылчăк мар вăл — шыв та хăйăр кăна. Уру вараланчăк пулин те, чуну таса сан, ангелăнни пек таса, — тет Оля, çавранма чарăнса. — Атя, ешĕл курăк çине юнашар ларар. Пуллусем кĕтчĕр. Пурпĕрех ылтăн пулă тытаймастăн эс. Ача Оля сăмахĕн вăрттăн пĕлтерĕшне туймасть. — Ылтăн пулă — юмах вăл, — тет. — Тĕрĕс, юмах кăна çав, — аллисене хуçкалать Оля. — Ылтăн пулли те юмах, вырăс çимĕкĕ те юмах… «Рамаш та юмах», тесе каласшăнччĕ вăл тата, анчах каламарĕ, хĕврен тĕрленĕ алă тутрипе чĕркенĕ япала кăларчĕ те: — Курас тетĕн-и, тунсăхларăн пуль? — терĕ. — Аха. — Мĕнле шухăшлатăн, Тараска? Килĕ-ши вăл çимĕке е килмĕ-ши? Тăруках хуравламасть ача. Пиччĕшĕн сăнӳкерчĕкне, ытла тунсăхланă пек, татăлмасăр пăхса, шарламасăр ларать, хăй çав вăхăтра шухăшлать: «Çук, килмест пичче. Çак хăрушă вăхăтра килме пултараймасть вăл. Дутов каллех йышлă çар пухса çитернĕ, Оренбургпа Çтерлитамак хушши шăп ун аллинче». Тарас нумай пĕлекен пулса кайнă. Вăл ашшĕнчен тата Çимун пиччĕшĕнчен çыру илсе тăрать. Тĕрĕссипе Çимун пиччĕшĕ ун патне мар, Трашук иатне çырать. Тарас ăна илсе вулать те кайран вара Хăмăшлана, Трашук патне, Мирски Тимукран парса ярать. Çапла тума Трашук хире тухса каяс умĕн хăй хушса хăварнă. Тарас нумай пĕлет те сахал калаçать. Халĕ Ольăна та кăштах калас пулать ĕнтĕ, çимĕкчен виçĕ кун çеç юлчĕ вĕт. — Килеймест пуль, Олякка. Контрăсем йышланнă. Пичче вăл пур контрăсене çĕнтериччен килеймест ĕнтĕ. Атте те килеймест. Оля хăй те сисет-ха çавна. Кăçалхи çимĕк савăнăç кӳреймĕ. Çапах ача сăмахĕ ун юлашки шанчăкне татрĕ, çав вăхăтрах хĕр чунне кăшт кантарчĕ те. Халь тин ăстăнпа та, чĕрепе те тавçăра пуçларĕ вăл: Рамаша юратнă хĕртен, ун ашшĕне çемйинчен уйăрса тăракан вăй юрату туйăмĕнчен те, кил пуçĕн тивĕçĕнчен те вăйлăрах иккен. Упкелешме кирлĕ мар. Çапла шухăшласа, Оля юнашар ларакан ачан пуçне ачашшăн тăрмалать. — Тĕлĕнетĕп санран, Тараска. Пирĕн ватă Артем мучи пекех пысăк ăслă эс. Кама хунă-ши? Пĕртте пиччӳн евĕрĕ çук санра. — Кăмăлпа аннене, кĕлеткепе асаннене хунă эп. Пичче тесен, вăл кĕлеткипе аттене, кăмăлĕпе асаннене хунă. Кулас та килет Ольăн, макăрас та килет. — Эп каям ĕнгĕ, Олякка. Хĕвел ирхи аиата хăпариччен пулă тытса юлам. Пĕр яшкалăх тытрăм, хам валли, халь тепĕр яшкалăх, сан валли тытап, Олякка. — Ма эс мана Олякка тесе чĕнетĕн, чăвашла ингэ тесе чĕнместĕн? Тарас хĕремесленсе ӳкрĕ, çапах хирĕç чĕнмесĕр хăвармарĕ: — Халлĕхе акка пулатăн. Пичче таврăнсан, туй тусан, вара инке пулăн. Халь апла чĕнме юрамасть-ха. Çынсем санран тăрăхласа кулма пуçлĕç. Оля тинех кулса ячĕ. — Ну юрĕ, Тарас мучи, чуп, эппин. Эп сан валли чечек татса çыхă тăвам. Чечек юрататăн-и эс? — Аха, — терĕ те Тарас аялалла сулхăн хăйăр çине сикрĕ. Оля Тикĕтпуçсине кĕрсе кайрĕ. Акă вăл пĕр уçланкă вырăна çитрĕ те каллех пĕлтĕрхине аса илчĕ. Çакăнта вĕсем Кĕтерипе тум улăштарса тăхăннăччĕ. «Телейлĕ çав Кидери, — шухăшларĕ Оля. — Хăйĕн нумай вĕреннĕ акамĕпе, ним хуйхăрмасăр, çимĕке хатĕрленет пуль-ха. Каллех çитĕ çав «Вырăс çимĕкĕ», каллех чечеклĕ улăхра савăк сасăсем ян кайĕç… » Çук, Кĕтеришĕн те кăçалхи çимĕк савăнăç сунмасть иккен. Вăл çак самантра Тук хĕрринче, Чӳккукрин тепĕр вĕçĕнче, хуйхăллă шухăша кайса ларать. Уншăн çимĕкĕ виçĕ кунран мар, виçĕ уйăхран килинччĕ. Пысăк инкек илсе килесшĕн вăл Кĕтеришĕн. Кĕтнĕ савăнăçран пуçланмарĕ-и çак инкек? Çуркунне Кĕтери ашшĕпе Зар Ехим ашшĕ салтакран таврăнчĕç. Иккĕшĕ те «песвĕç» çухалнă çынсемччĕ. Пĕрле тыткăнра пулнă, пĕрле таврăннă. Икĕ салтак çемйинче халь савăнăç. Салтаксем тыткăнра чухнех пĕр шухăш тытнă, киле таврăничченех пĕрне-пĕри хăта тесе чĕне пуçланă — халĕ вара Ваççа салтак Хветĕр салтак патне евчĕ çӳретме тытăнчĕ. Кĕтери ашшĕне макăрса йăлăнчĕ, кĕркуннеччен тăхтама ыйтрĕ: «Эсĕ салтака кайнă чух эпĕ ачаччĕ, атте. Санпа пĕрле пурăнса та кураймарăм. Çу каçа та пулин пĕрле пурăнас килет», — терĕ. Ашшĕ çимĕкчен çеç кĕтме килĕшрĕ. Аслă хĕрĕн кăмăлне ашшĕ пĕлмест-ха. Кĕтери ашшĕ ирĕкне пăхса тăмĕччĕ, паян тесен паянах юратнă каччи патне тухса тарĕччĕ те… вăл юратакан каччă урăххине юратать çав. Трашукпа халиччен тӳррĕнех калаçса пăхманшăн Кĕтери хăйне хăй ятла пуçларĕ. Калаçса пăхасчĕ унпа чун уçса — Трашук киле таврăнмасăр таçта хирте ĕçлет. Çынсем тахçанах çураки ĕçĕсене пĕтернĕ… Мăрзабай ĕçне нихçан та туса пĕтереймĕн. Эй, ухмах Трашук, камшăн тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăнатăн? Ашшĕ хатĕрленĕ шăпана хĕр нимсĕрех парăнасшăн пулмарĕ, ăраскалĕшĕн, малашлăхĕшĕн çапăçма шутларĕ. Трашука курас та куçран пăхса тӳрех калас: «Эпĕ сана юрататăп. Кăмăлу пулсан, мăшăрланар», — тесе. Каччăн кăмăлĕ пулмасан вара, ашшĕн ирĕкĕ пултăр. Чăнах та Хăмăшлана кайса Трашукпа калаçас кăмăлпа тухрĕ пек Кĕтери килтен, анчах сăрт еннелле мар, юханшыв еннелле çул тытрĕ вăл. Хĕр пуçпа каччă патне кайса мăйран уртăнни килĕшмест çав. «Кĕççе пит» тейĕç çынсем, тата тем-тем каласа пĕтерĕç. Чӳккукрине çитсен, Кĕтери шыв хĕрринчи хăвалăха кĕр-се ларчĕ, çак шăплăхра хăйĕн шăпи пирки тĕплĕн шухăшласа пăхас терĕ. Мĕн тăвас? Кам ăна пулăшма пултарĕ-ши? Наçтук ăнланаймĕ ăна: уншăн Санька-и, Зар Ехим-и — пурпĕрех. Пурин çине те çӳлтен пăхать. Праски ытла вĕлтĕркке, вăл та çын хуйхине ăнланаймĕ, ăнлансан та сиреймĕ. Анне? Атте ирĕкĕнчен иртеймĕ вăл. Хамран урăх никам та пулăшаяс çук мана. Хăмăшлана кайма юрамасть. Çыру çырас вара. Эх, çыру путлĕрех çырма пĕлсен, каччă чĕрине сăмахпа хускатĕччĕ хĕр… Тен, Наçтука çыртармалла? Çук, юрамасть, Кĕтери хăех çырать. Çунакан чĕре сăмах тупĕ, сăмахĕ тупăнсан, сасиаллийĕсем те тупăнĕç. Хăшĕ-пĕри вырăнлă ларма пĕлмесен, уншăн Трашук кулмĕ. Çынран кулаканни мар вăл. Çавăншăн юратать те ĕнтĕ ăна Кĕтери. Çавăншăн-и? Çук, мĕншĕнне хăй те пĕлмест. Çапах унăн каччи вăл. Урăх никама та памасть вăл ăна. Никама та! Тепĕр хуйхă тата: çырнă çырăва епле Трашук патне çитерес? Мирски Тимук яла час-часах килсе çӳрет. Çавăнтан парса ярас-и? Юрамасть. Ахальтен мар ăна Мирски теççĕ. Çын çинче чĕмсĕр вăл — пĕр-пĕр Емпĕлти Альтукпа пĕччен юлсан, сӳпĕлти хĕрарăм пекех палкать пуль. Емпĕлти Альтукĕ вара ял çине сăмах сарĕ… Çил, таçтан килсе, Чӳккукри çине вĕрсе илчĕ. Çӳллĕ ăвăс тăррисем хăйсем хушшинче тем шапăлтатма пуçларĕç. Çын калаçнă пекех илтĕнет. «Чӳккукрин чунĕ ман пирки пăшăрханмасть-ши?» Асламăшне аса илчĕ Кĕтери. Ват çын кунта чнркĕве çӳренĕ пек çӳретчĕ, час-часах пĕчĕк Кĕтерие хăйпе ертсе килетчĕ. Яланах хăйĕн хуйхи-суйхи пирки турра йăлăнатчĕ вăл. Халĕ Кĕтери те, хăй сисмесĕрех, асламăш пек, турра йăлăнма пуçланăччĕ: — Эй, пӳлĕхçĕм, пӳлĕхçĕм! Чунтан тархаслатăп сана… Пӳлĕхĕ хĕр хăй сăмахне каласа иĕтеричченех ăнланчĕ курăнать. Çывăхрах сасăсем илтĕнчĕç: — Ыран та килетĕн-и кунта, Тараска? — Килместĕп. Ыран эп Мирски пиччепе Хăмăшлана Трашук пичче патне каятăп. — Пыр, эппин. Эп каялла таврăнам. Трашука пиртен пуринчен те пысăк салам кала. Часрах яла таврăнтăр. Хытă тунсăхларăмăр. Сукмакĕ икĕ утăмра çеç. Кĕтери, пуçне чиксе, лăпчăнса ларчĕ, сывлăш кăларма та хăрать. Тараспа Оля икĕ еннелле уйрăлса кайсан тин сывлăш кăларчĕ пытанса ларакан хĕр. Сывлăш кăларчĕ те асламăш пекех: «Тав сана, пӳлĕхçĕм!» — терĕ. Хăй çав вăхăтрах ваттисем пек хăтланнăшăн тута вĕççĕн кулса илчĕ. Трашук, чăнах та, кăçал çăвĕпех яла таврăнасшăн мар. Вăл çуракине тухса кайнă чух хăйне хăй сăмах панăччĕ: «Çимун пичче таврăнмасан е Рамаш килсе çитмесен, эпĕ те çу каçах яла килсе курмастăп». Ма çапла кăмăлсăрланса кайнă-ха пирĕн каччă? Ашшĕ внлнĕ хыççăн, пурнăç сасартăк йăлтах улшăннă хыççăн, чун канăçне тупма ăна чи малтан Рамаш пулăшрĕ. Каярах çавăн пек çын уншăн Çимун пулчĕ, унтан Мишша салтак тупăнчĕ. Халĕ вĕсем пĕри те çук. Лешеккине Ольăсем патне пурпĕрех кайса çӳреймест вăл. Амăшĕ патне çӳрени — тăлăх хĕрарăма кичемлĕхпе хурлантарни çеç. Ялта тĕрĕссипе никама та курас килмест унăн. Наçтука та курасшăнах мар Трашук. Тăртаннă тута пурпĕрех кулать унран, хăмăр куç тăрăхлать, чĕкеç сасси мăшкăллать. Çапах та каччă Мăрзабай хĕрĕ патне киле кĕрес шухăшне пăрахман-ха. Хĕр чĕрине илĕртсе мар, ашшĕне ĕçпе юраса кĕрӳ пуласшăн вăл. Çăвĕпех хирте пурăнма Мирски Тимук лайăх сăлтав тупса пачĕ ăна. Мăрзабайăн ĕç вăкăрĕсем пур — пĕр кӳлĕмлĕх. Çимун уйрăлнă чух вăкăрсене пайласшăн пулмарĕ. Мучăшĕ вара виçĕ лашаран пĕр лаша çеç хăйне валли хăварчĕ. Çитет ăна: ака тума вăкăрсем пур. Тата юпах тиха çитĕнет. Хальччен Мăрзабай вăкăрсене çăвĕпех хирте тытса курманччĕ. Мирски Тимук çакăн пек канаш пачĕ: — Çын куçне ан курăнччăр. Самана йĕркене кĕриччен сана Виçĕ Якур йышшисем кулак тесе ан шутлаччăр. Эп: «Вăкăрсене сутрăмăр, укçине Çимунпа пайларăмăр», тесе сăмах сарăп, — терĕ вăл хуçана. Мăрзабай ăшне тытса кулчĕ, унтан, урăлса çитменскер, аллине сулчĕ те: «Атя, хăтланах. Маншăн пурĕпĕр», — терĕ. Çимĕк умĕн ирхине Трашук, вăкăр кӳлсе, темиçе урапа йăлăм ути çулса килчĕ. Вăл вăхăтлăха туса лартнă картара утă купине тирпейлетчĕ. Çывăхрах ача сасси илтĕнчĕ: — Трашук пичче, ăçта эсĕ? Хирте пĕччен пурăнакан йĕкĕт тĕлĕнсе ӳкрĕ: «Кам шыраса çӳрет-ши мана?» — Эс ăçтан килсе тухрăн кунта? — тата ытларах тĕлĕнчĕ Трашук, Тараса курсан. — Çуранах килтĕн-им? Епле тупрăн вара? — Çук, çуран мар. Тимук пиччепе ларса килтĕм. Вăл, кунта кĕмесĕр, тӳрех Хăмăшла именине кайрĕ. Эп çул юппине сиксе юлтăм. — Мĕн пулчĕ вара? Пиччӳ килсе çитмерĕ-и? — Кĕтсех тăр! Сансăр тунсăхларăм. Трашук пичче, эс мана утă çулма вĕрент-ха. Эпĕ вара мăн куккасене ĕçре пулăшакан пӳлăттăм. — Вунă çулхи ачасем утă çулмаççĕ. Эп хам та пĕлтĕр кăна çулма вĕрентĕм. Ан васка. Мăн кукку сансăр та аптраса каймĕ-ха. — Вунă çулхи мар эпĕ. Çăварни умĕн вунпĕр тултартăм. Вуниккĕре теме пулать. Кĕлеткепе эп вунтăваттăри пек курăнап. Хампа тантăшсем Тарас пичче тесе чĕнеççĕ мана. — Чăнах-и?! — Трашук кулса ячĕ, ачана лăскакаласа илчĕ. — Трашук пичче, эп сан валли икĕ çыру илсе килтĕм. Пĕри Çимун пиччерен. Тепри вăрттăн çыру. Кам çырнине хăвах курăн. Трашук хĕремесленсе ӳкрĕ: «Вăрттăн çыру! Тинех Наçтукран çыру кĕтсе илтĕм-ши?». Çырусене тăруках уçса вуламарĕ чăтăмлă йĕкĕт, кĕсъене чикрĕ те Тараса пӳрте чĕнсе кĕртрĕ. Ирхи апат тукаланă хыççăн Трашук хăйĕн хăнине çывăхри кӳлĕ патне шыва кĕме ертсе кайрĕ. Ача шывра чăмпăлтатнă вăхăтра Трашук йăмра айне çыру вулама ларчĕ. Малтан вăл Çимун çырăвне уçса вуларĕ. Вуласа тухрĕ те тарăн шухăша кайрĕ. Вăл пĕлекен чăн лайăх çынсем пурте Совет влаçĕшĕн çапăçма кайрĕç: Рамаш, Çимун, Радаев, Мишша салтак, Илюша. Никам та ирĕксĕрлемен вĕсене, хăйсен ирĕкĕпе кайнă. Çимун пиччене тепĕр хут вăрçă ĕçĕнчен хăтарнă, вăл, ав, киле таврăнма васкамасть-ха. Малтан Самара, темле Воробьев юлташ патне, кайса килесшĕн. Çав вăхăтрах киле таврăнас çул хупланма пултарать, тесе çырать тата. Шурă казаксен çарĕ Самар еннелле тапăннă, Сурачăна çитнĕ. Фронт тени халь ĕнтĕ пĕр аллă çухрăмра çеç. «Ухмах, — терĕ юлашкинчен Трашук, хăйне хăй сивлесе. — Юмахри телее кĕтсе пурăнатăп çеçенхирте. Мирски Тимук хăй кĕттĕр кунта хуçа вăкăрĕсене. Яла таврăнас та… » Каччă кĕсъери тепĕр çыру пирки те, Тарас пирки те манса кайнăччĕ. Ура çине тăрса йĕри-тавра пăхкаларĕ те хăраса ӳкрĕ: Тарас курăнмасть! Путман-и вăл шыва? — Тара-а-ас! — кăшкăрса ячĕ вара Трашук, сехĕрленсе. — Кунта эпĕ, Трашук пичче. Мĕн кăшкăратăн? — çывăхрах илтĕнчĕ ача сасси. — Ну хăратрăн мана, шуйттан ачи. Тарăнрах çĕрте шыв сивĕ кунта. Шăнăр туртма пултарать, — çӳллĕ курăк ăшĕнче выртакан ача сассине илтсен, савăнса кайрĕ Трашук. — Шывра сана кĕтсе ывăнтăм. Атя иксĕмĕр ăмăртса ишер. — Тăхта-ха, — терĕ Трашук, — ман тепĕр çыру вуламалла-ха. Яла санпа пĕрле эпĕ те таврăнатăп. Кĕт мана, мансăр шыва ан кĕр урăх. Сана асăрхаттарма мансах кайнă: шыв тĕпĕнче çăлкуçсем тапаççĕ кунта. — Юрĕ, тăхтап. Вула часрах, хĕвел пĕçерте пуçларĕ, — терĕ Тарас. Тепĕр çырăвне Трашук ку таранчченех Наçтук çырнă пуль тесе тăратчĕ. Уçрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Кам çырăвĕ? Алă пусман. Наçтук гимназире вĕреннĕ, çапла армак-чармак çырмасть ĕнтĕ. Анланса илчĕ вара йĕкĕт: Кĕтери çырăвĕ пулчĕ-çке ку! йăнăшеене тӳрлеткелесе тухсан, акă çапла вуланать вăл: «Трашук, ку сăмаха сана хам пуçласа каламăттăм та — çынсем васкатаççĕ. Кĕтери кама юратнине пĕтĕм ял пĕлет, эсĕ çеç суккăрланнă, курмастăн. Иивушлĕ эс çав шĕвĕр сăмсана качча илме шухăшлатăн? Ан ĕмĕтлен, ан хапсăн. Наçтук сана юратмасть. Пирĕн киле Зар Ехим евчисем çӳреççĕ. Тӳррĕнех кала, Трашук: çав хĕрлемесе качча каяс-и, каяс мар-и? Эс мĕнле калăн, çапла пулĕ. Мĕншĕн санран ыйтнине хăвах чухламалла. Сан ирĕку атте ирĕкĕнчен хаклăрах маншăн. Пĕр сăмах çеç кала, халех Хăмăшлана пырса çитĕп. Пушкăрта тухса кайăиăр. Ялтан каяс мар тесен, ялтах юлăпăр. Атте те ним те тăваяс çук мана. Халь Совет влаçĕ. Хĕре ирĕксĕрлеме пултараймаççĕ, тет Кĕркури пичче. Çыру кĕтетĕп, тульккĕ çыриччен малтан лайăх шухăшласа пăх. Асту, тиркекене тирĕк тĕпĕ. Кайран чавсуна çыртас тесен те, çавăрса çыртаймăн. Халех çыр е ху яла таврăн». Трашук çамки çине тар пăчăртатса тухрĕ. Вăл хăраса ӳкрĕ, ăна Кĕтери халех Хăмăшлана килсе çитессĕн туйанчĕ. Кăшт шухăшласа ларнă хыççăн тата — кулас килчĕ. Ну, Кĕтери! Кун пек арăмпа аптрамăн ача. Чăнах качака таки мар-й? Каярахпа каччă кулмасăр та шухăшласа пăхрĕ: «Тен, хура куçлă шухă хĕр, чăнах та, ман шăпа пуль? Мĕн кирлĕ-ха тата урăх? Куçĕ-пуçĕ йĕркеллех, ĕçчен, уçă кăмăллă. Каччине юратать… Анчах ма унăн тути Наçтукăнни пек тăртанса тăмасть-ши? Тути çӳхе… Çук. Наçтуксăр пуçне урăх никам та кирлĕ мар! Каятăп ялтан вăл мана качча тухмасан: хăть Пушкăрта, хăть кăркăс енне — Дутовпа çапăçма… » — Трашук пичче, атя шыва кĕрер ĕнтĕ, пиçĕхсе кайрăм, — нăйкăшса илчĕ Тарас. Тарас сассине илтсен, Трашук шартах сикрĕ, вара мĕшĕлтетсе хывăна пуçларĕ. — Трашук пичче, эс манпа пĕрлех яла пыратни? Хăçан кайăпăр? — Эс ырантан тепĕр кунне Тимук пиччепе кайăн. Эпĕ яла таврăнмастăп. Тарас ытлашши тĕлĕнмерĕ: пысăккисем мĕн каланине нихçан та ан шан. Пĕр çыру вуласан, капла калаçаççĕ, тепĕр çыру вуласан — урăхла. Мирски Тимукĕпе Тарас яла хăçан килессине Кĕтери пĕлсех тăрать иккен. йывăç кĕлетсем хушшинчен тухса кĕтсе илчĕ вăл вĕсене. Тарас Трашук çырăвне вăрттăн пама хатĕрленнĕччĕ — Кĕтерн ăна Тимук умĕнчех хупăрларĕ: «Ну, илсе килтĕн-и? Пар часрах!» Тарас кĕсъерен çыру кăларса Кĕтерие тыттарчĕ те хăй каллех шухăшларĕ: «Çапла вĕсем. пысăккисем. Пĕркун никама кăтартма хушмарĕ, халь çын умĕнчех туртса илчĕ». Кĕтери, чăнах та, никамран вăтанми-хăрами пулса кайнă. Вăл çавăнтах çырăвне уçса вуларĕ, унтан çилленсе сасăпах: «Ухмах!» — терĕ те, тутине çыртса, кĕлетсем хушшине кĕрсе кайрĕ. Тимук ши! шăхăрса лашине анаталла юрттарчĕ. Тарас тĕлĕнмест, вăл пысăккисен хăтланчăкĕсене сăнать кăна. Коммунистсен клубĕнче Çĕнĕ саманашăн кĕрешекен Тайман Сахарĕ кивĕ самана йăли-паллисене те манман-ха. Çимĕке тăван яла çитсе, çемьепе курнăçма ĕмĕтленет вăл. Çемйи çăварни эрнинчех Чулçырмана куçни çинчен Çимун хыпар турĕ ăна. Воробьев юлташ та ун пирки пĕлет иккен: «Ĕçӳсене майлаштарса çитер те Самара кил. Сана хăвăн уесна ĕçлеме ярăпăр. Унта та чăвашсем пур, унта та тырăшăн кĕрешме ревкомсем, хастарлă коммунистçем кирлĕ. Еçне те тăвăн, çемйӳне те хушăран кайса куркалăн… » Мункун эрниичех çакăн пек çыру илнĕччĕ Сахар Воробьевран. Еçĕсене вара тин майлаштарса çитерчĕ — çимĕк умĕнрех. Çапах, Воробьев ăна халех тăван уеса ăсатсан, праçнике Чулçырмана ĕлкĕретех вăл. Анчах ыран мĕн пуласси хăвăнтан та, Воробьев юлташран та килмест иккен. Хăçан ăçта каясси, паян-ыран мĕн пуласси пĕтĕмпех революци кунçулĕнчен килет. Çимĕк ĕмĕчĕ татăлнине Сахар хăна çуртĕнчех сисрĕ. Вăл Самара килес умĕн кунта пĕр хăрушă пăлхав пулса иртнĕ. Анархистсемпе максималистсен хĕçпăшаллă отрячĕсем Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕкленĕ: почтăпа телеграф çурчĕсене çавăрса илнĕ, коммукистсен штабĕсене аркатма тапăннă. Самарта Совет влаçне сирпĕтсе хăвăртрах Дутовпа пĕрлешме шухăш тытнă вĕсем. Контрреволюциллĕ пăлхава пусарнă хыççăн кĕпĕрне ĕçтăвкомĕнчи сулахай эсерсемпе максималистсем, хăйсен айăпне пытарса, каллех революцие сăмахпа улталасшăн пулнă. Анчах халĕ вĕсене ĕненекен çук ĕнтĕ. Уралпа Оренбург фрончĕн командованийĕн приказĕпе çав сутăнчăк ĕçтăвкома хăваласа салатнă, тепĕр съезд пухăниччен кĕпĕрнере пĕтĕм влаçа ревком аллине панă. Халь Пензăпа Сызрань енчен тата пысăкрах хăрушлăх çывхарать иккен. Унта чехсен экспедициллĕ корпусĕ Совет влаçне хирĕç çĕкленнĕ. Сахар аллинче — «Приволжская правда» хаçат. Хаçатра Самар ревкомĕн председателĕ В. В. Куйбышев алă пуснă воззвани пичетленнĕ. Çав хаçатрах тата чех коммунистсем çырнă чĕнӳ те пичетленнĕ. Акă мĕн каланă унта: «Мы, чехословаки, коммунисты, призываем всех истинных чешско-словацких революционеров на защиту интересов Российской Советской Фед. Республики до полной победы над всеми предателями всемирной революции». Виççĕн алă пуснă: Ярослав Гашек, Франтишек Шебест тата Йозеф Поспишил. Гашекне пĕлет-ха Сахар. Питĕ кăмăллă çын, шӳт тума юратать, çынна култарма ăста. Хăй вара кулма шухăшламасть те, унăн хура куçĕсем салху пек. Пĕррехинче Сахар, Самара килсен, максималистсемпе анархистсен пухăвĕнче пулнăччĕ. Çавăнта Ярослав Гашек та анархистсен пăтранчăк пуçĕсене кăшт ăс кĕртес шухăшпа пынă пулнă. Пуху председателĕ: «Халь ĕнтĕ чехословаксен представительне сăмах паратăп», — тесенех, çынсем шавласа алă çупма тытăнчĕç. — Юлташсем! Çынсем мана ухмах тесе каламаççĕ, çапах эпĕ хама хам яланах ăслă çын тесе шутламан, — терĕ Гашек. Хăшпĕр тĕлте сасăпах кулкалани илтĕнчĕ. — Чимĕр-ха, малтан итлĕр, кайран, кулас килсен, кулăр вара, — терĕ малалла оратор. — Эпĕ, юлташсем, сиртен маларах та анархист пулнă. Мана тăваи çĕршывра чаплă анархист тесе шутлатчĕç… Залри анархистсем алă çупса, урапа тапăртатса ахăра пуçларĕç. Халăх кăшт лăплансан, Гашек йăваш сасăпа çапла савăрса хучĕ: — Шăп çавăн чух ухмах пулнă та эпĕ. Халь çынсем шăхăрса, улашса тапăртатрĕç. Гашек каллех ним пулман пек лăпкăн кĕтсе тăчĕ. Унтан каллех шӳт тукаласа калаçа пуçларĕ. Малтан ăна пӳлсе кăшкăракансем тупăнчĕç. Гашек вĕсене çавăнтах, пухăва култарса, çивĕч сасăпа тавăрса хурать. Юлашкиичен пурте шăп пулса тимлесе итлесе ларчĕç. Кайнă чух пухури çынсем ăна алă çупса, Ыррăн кулса, савăккăн шавласа ăсатрĕç. Хаçат вуласа хыпарсем пĕлнĕ хыççăн Сахар хăна çуртĕнчен тухрĕ те Заводски урам еннелле васкарĕ. Коммунистсен клубĕ çавăнта. Клуб кăна мар-ха кунта. Икĕ хутлă вăрăм шурă çурт пĕлтĕртенпе Самар большевикĕсемшĕн Питĕрти Смольнăй пек е Мускаври Кремль пек пулса тăчĕ. Большевиксен клубĕ те, ревком та, губком та, горисполком та çакăнта ĕнтĕ. Ашă, ырă уяр çанталăк паян. Тĕнчере ним хăрушлăх çук пек, хĕвел ыррăн ăшăтса пăхать. Урамри йывăçсем халь кăна çеçке тăкса сарăлса çитнĕ. Кăмăла çĕклет илемлĕ те ăшă çанталăк. Урамра халăх хĕвĕшет. Машинăсем кĕмсĕртеттерсе таçта васкаççĕ. Салтак тумне тăхăнмасăрах алла хĕçпăшал тытнă çынсем нумай: рабочисем, хĕрлĕ гвардеецсем. Вĕсем те таçта васкаççĕ. Офицер таврашĕсем урамра курăнсах каймастчĕç. Халĕ вĕсем те тĕл пулкалаççĕ. Уттинчен тата сивĕк куçĕнчен тӳрех паллатăн вĕсене. Погонĕсене çакман-ха, анчах тасатса-çутатса хатĕрлесе хунă пуль тесешухăшларĕ Сахар. Площаде çитсен, Сахар чарăнса тăчĕ. Кунта иккĕмĕш Александр патшан палăкĕ. Халь хăмапа çапса лартнă ăна, патша кĕлетки курăнмасть. Сахарăн ирĕкĕ пулсан, палăксене çаплииех хăварĕччĕ вăл — патшине хисеплесе мар — этем алли тунă хитре япалана юратса. Заводски урама пăрăнсанах, клуб умĕнче çын хĕвĕшнине курчĕ Сахар. Клуб алăкĕ хупăна пĕлмест. Пĕрисем кĕреççĕ, теприсем тухаççĕ, — пурте васкаççĕ, васкаççĕ. Хĕçпăшалланнă çынсем, çирĕм-вăтăрăн пухăнсанах, вĕсенчен пĕри командир пек пулса, юлташĕсене таçта ертсе каять. Таçта мар ĕнтĕ — Самар шывĕн леш енне. Унта пĕр çирĕм çухрăмра Липяги ялĕ таврашĕнче — фронт. Пăлхавçă чехсен отрячĕсем Атăл урлă каçса çавăнта çитнĕ. Тайман Сахарĕ клуб умĕнче чарăнса тăмарĕ, хăй те таçта васкакан çын пек, çуртăн иккĕмĕш хутне пусмапа чупса. хăпарса кайрĕ. Çак пусмапа паян чупса кăна çӳреме такам приказ панă тейĕн. Чăнах та, лăпкăн утса хăпарма темшĕн вăтанчĕ Сахар. Воробьев ĕçлекен пӳлĕм Куйбышев кабинечĕн çывăхĕнче. Пырса алăк уçрĕ те Сахар тĕлĕнсех кайрĕ. Пӳлĕм тулли çын шавлать. Воробьев хăй алăк умĕнче уткаласа çӳрет. Сĕтел хушшинче, унăн пуканĕ çинче, шакла пуçлă пысăк мар çын ларать. Пĕри тата сĕтел çинех хăпарса ларнă. Каялла чакса алăк хупма хатĕрленнĕччĕ Сахар, Иван Васильевич ыйхăланă куçне пĕр уçса, пĕр хупса илчĕ те чăвашла: «Кĕр!» — терĕ, унтан алăк çумĕнчи пушă пукан çине кăтартрĕ. Çавăнта пырса хĕсĕнсе ларчĕ Сахар. Шавласа калаçакансем кĕнĕ çын еннелле çаврăнса та пăхмарĕç. Паям темиçе хут та Сахарпа курнăçнă çын пек, Воробьев ăна алă памасăрах, тавлашакан çынсене чăрмантарас мар тесе. пăшăлтатса çапла каларĕ: — Килме васкамарăн эс. Юрĕ, шăп та шай хĕрӳ ĕçе ĕлкĕртĕн. Кунта сан авалхи тусусем те пур. Вĕсемпе кайран сăмахлăн. Халь ăслă çынсем мĕн калаçнине итлесе лар. Сахар йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Куçĕпе Самаринсене шырарĕ вăл («Авалхи» тесе, Воробьев шӳтлесе каларĕ пуль). Вĕсем мар, Çимун, сывалса, Самара килнĕ иккен. Авă, тĕпелти кетесре, пукан çинче, калаçакан-тавлашакансене тимлĕн итлесе ларать. Алăк еннелле пуçне те пăрмасть. Вăл хăлхапа мар, куçпа итлет тейĕн. «Тусусем», терĕ Иван Васильевич. Тепри кам тата? Çимунпа юнашар хура çӳçлĕ çын хаçат пăхкаласа ларать. Акă вăл пуçне çĕклерĕ те куçпа Сахара тĕллерĕ. Сахар çӳçенсе илчĕ: «Нивушлĕ Кăяш Тимкки?! Çавă! Çĕр çăттăр!» Хура çӳçлĕ çын каллех хаçат çине чикĕнчĕ. «Паллаймарĕ пулать мана. Сухалсăр Тимкка мар, Лисук та тăруках паллаймарĕ», — лăплантарма тăрăшрĕ Сахар авалхи тусĕ палламаншăн пăшăрханнă чĕрине. Майĕпе вăл тата хăшне-пĕрне палла пуçларĕ. Сĕтел. кĕтесси çинче хăяккăн лараканни хайхи чех, Гашек юлташ, пулчĕ. Шакла пуçли — паллă большевик Хатаевич юлташ иккен, сыхлăх штабĕнче ĕçлекенскер. Гашек, çынсене култарса, такампа тавлашать. Гашекпа тавлашаканни хăй пекех хура çын, пичĕ-куçĕ кăшт тăсăкрах, куç харшийĕçем çăра та тӳрĕ. Калаçнă чух унăн сăнĕ çиллесленет, пурпĕр сасси йăваш хăйĕн. Икĕ большевик мĕн пирки хĕрсе кайсах тавлашнине ăнланса илме тăрăшрĕ Сахар. Лев Толстой ятне асăнаççĕ. — Пуç таятăп çав шур сухаллă вырăс умĕнче! Пĕтĕм тĕнчери литературăшăн тӳпе вăл, шурă ту тăрри, Монблан, Казбек! — тет Гашек. — Тискер ту-чакăл тăрри усăсăр япала вăл. Сад пахчи лартса ӳстерме юрăхлă айлăм маншăн темле Казбекран та кăмăллăрах. Лев Толстой çырнисем пролетариата усă кӳме пултараймаççĕ, — тет лешĕ. — Пĕтĕм тĕнчери пролетариат кĕрешӳре татăклă çĕнтернĕ хыççăн аслă вырăс писательне тем çӳллĕш палăк лартĕ. Нумай ĕмĕрсем тăршшĕне ирĕке тухнă пролетари савăнса вулĕ Лев Толстой çырнисене, — хавхаланса сăмахларĕ Гашек. Лешĕ те парăнмасть. — Пирĕн революцишĕн хам- паян çырнă статья е эсĕ чĕнсе калани Толстой кĕнекисенчен пин хут хаклăрах. Толстой ĕмĕрĕ иртнĕ, халь пирĕн ĕмĕр, — терĕ çăра куç харшилли. — Тепĕр вырăс писателĕ аса килчĕ мана. Крылов мучи пирки калатăп. Унăн пĕр хитре юптару пур: «Слонпа Моська» ятлă… Анчах Гашек сăмахне вĕçне çитереймерĕ, унпа тавлашаканни пӳлĕмрен алăка шалтлаттарса хупса тухса кайрĕ. Пӳлĕмрисем кулса юлчĕç. — Кам вăл? — ыйтрĕ Сахар Воробьевран. — Кочкуров, хаватлă журналист. Ку пӳлĕме пухăннă çынсем хăйсене Куйбышев е Масленников, е Галактионов юлташсем чĕнсе илессе кĕтсе лараççĕ иккен. Кочкуров тухса кайнă хыççăн алăк каллех уçăлчĕ, Масленников юлташ хăй Гашека чĕнсе илчĕ. Хатаевич, сĕтел хушшинчен тухса, кăшт уткалаеа çӳрерĕ те хура уссиллĕ, пĕчĕк çаврашка хура сухаллă çын умĕнче чарăнса тăчĕ. — Эсĕ, Казанцев юлташ, хăçан пирĕн партие кĕретĕн? Паян тесен паян революцишĕн пуçна хума пултаратăн, нивушлĕ сулахай эсер ячĕпех леш тĕнчене пырса кĕрĕн? Казанцевĕ шăп Мăрзабай сăнлă. «Ку çынна пĕлетĕп-ха, — шухăшларĕ Сахар. — Çĕрĕç комиссарĕн юлташĕ. Чăнах та, унăн тахçанах большевик пулмалла. Пуçĕ таса, кăмăлĕ ырă. Ана шанма пулать, нихçан та сутăнчăк пулас çук». — Кĕме шухăшланăччĕ, эсир парти ятне улăштарса хутăр. Çав ятпа килĕшмерĕм, — терĕ Казанцев, кулкаласа. — Ăнланса çитереймерĕм пуль. Ăнлантарса пар, пĕрех хут, Хатаевич юлташ. Социализм йĕрки мĕнле пуласси маншăн паллă пек. Коммунизм тени мĕне пĕлтерет-ха? Лозунгне ăнланасса ăнланатăп та, пурпĕр килĕшес килмест. Кашни çын обществăна хăй пултарнă таран ĕçлесе парать. Ку çапла пултăр, тĕрĕс тейĕпĕр. Малалла «кашниех обществăран хăйне мĕн кирлине илме пултарать» тени тĕрĕс мар пуль тетĕп. Кашни услап тепĕр çын ĕçĕпе усă курса пурăнма тăрăшĕ вара. Пĕр харам пырсене, буржуйсене, пĕтерĕпĕр, вĕсем вырăнне урăх харам пырсем сиксе тухĕç. «Кашнинчен — пултарулăхне кура, кашнине — ĕçне кура» тени кăмăллăрах маншăн. Социализмран иртме кирлĕ мар, ман шухăшпа. Казанцев мĕн калаçнине Хатаевич тутине пăрса итлесе тăчĕ, унтан вăл юлташĕн сăмси умĕнче шĕвĕр пӳрнипе юнаса илчĕ те, тăрăхласа: — Ытла чее эс, Казанцев, — терĕ. — Пысăк вĕреннĕ çын пулса та çакна ăнланса çитереймерĕн иккен. Çук, ăнланатăн эс, анчах кăшт пăркаланатăн. Коммунизма çитсе кĕриччен этем ăстăнĕ йăлтах улшăнать. Эсĕ çавна манран та лайăх пĕлмелле. Марксист пулса çитеймен пулсан та, дарвинист эсĕ. Тĕнче пĕрмай улшăнса, аталанса пынине лайăх пĕлетĕн. Услап, кахал, харам пыр пулмасть коммунизм вăхăтĕнче. Пĕр-пĕр харам пыр тупăнсан та, вăл буржуй пек пулма пултараймасть. Уйрăм харпăрлăх пĕтсен, ĕç хатĕрĕсем пĕтĕмпех халăх аллинче пулсан, харам пырсен никĕсĕ пĕтсе ларать вара. Кам ĕçлемест, çав апат та çитмест тесе паянах калатпăр вĕт. Ун чух вăл пуриншĕн те каламасарах паллă килĕшӳллĕ закон пулса тăрать. Казанцев кулмасăр, шӳтлемесĕр калаçа пуçларĕ. — Çак закона этем чĕре варрине хурса йышăнасса ĕненместĕп эпĕ, — терĕ вăл. — Коммуннзм вăхăтĕнче те услап çынна ирĕксĕрлесе ĕçлеттермелле. Вара коммунизм йĕркипе эпĕ те килĕшĕттĕм. — Хресчен вак харпăрлăхлă психологийĕ сан чĕрӳнте сĕвĕрĕлсе пĕтмен çав, — хĕрсе кайрĕ Хатаевич. — Кахалланни, ĕçлемесĕр пурăнма хăтланни — капитализм çуратнă япала вăл. Капитализм пĕтсен, унăн киревсĕр йăлисем те пĕтсе ларĕç. Паллах, сасартăк мар. Çавăнпа та малтан коммунизмăн пирвайхи тапхăрĕ пулать — социализм. Истори çав тапхăрта чарăнса тăраймасть, малалла утать. Пĕтĕм тĕнчен малашлăхĕ — коммунизм. Ленин çапла вĕрентет пире. — Пĕри ĕçчен, тепри кахал пулни общество законе кăна мар, биологи законĕ те. Чăх чĕпписем те çăмартаран тухнă хыççăнах кашни расна: пĕри шухă, тепри йăваш, пĕри паттăр, тепри мĕскĕн… Хатаевич ытти юлташсем еннелле пăхса йăл кулса ячĕ. — Вăт эсер пулса курнă çынпа иыр та калаç! — Унтан каллех Казанцев умне пырса тăчĕ. — Этем, ытти чĕрчун пекех, биологи законĕпе çуралать, пурнасса вара вăл этемлĕх законĕпе, социаллă законпа пурăнать, — тĕсе çĕнĕрен тавлашма нуçланăччĕ, çав вăхăтра алăк уçăлчĕ те, Казанцева Галактионов юлташ чĕнсе илчĕ. Хатаевич Воробьевран кăшт кăна çӳллĕрех, çураласса та кăшт маларах çуралнă пуль. Вĕсем иккĕшĕ калаçнă чух пĕрне-пĕри çилленнĕ пек курăнать. Çук, апла мар вăл, хисеплеççĕ вĕсем пĕрне-пĕри, юратаççĕ тесен те ытлашши мар. Хатаевич Казанцевпа калаçнă хыççăн лăпланра çитмен-ха. Вăл Воробьева вăрçнă пек, ăна куçран пăхса, сĕтел шаккасах çĕтĕле пуçларĕ: — Шантăмăр, ытлашши шантăмăр тĕрлĕ сӳпĕлтисене. Шанасси те шанман пек, çапах вĕсене чарма пĕлмерĕмĕр. Унчченех хаярланмаллаччĕ пирĕн, максималистсемпе эсерсене темиçе çĕр çьш хупса лартмаллаччĕ, хăшне-пĕрне персе вĕлермеллеччĕ. Эпир ун вырăнне вĕсене пăлхав çĕклеме ирĕк патăмăр. Хамăр пăлхавçă чехсене тивĕçлĕ кĕтсе илме те хатĕрленсе çитеймерĕмĕр. Мĕн кĕтсе, кама шанса тăтăмăр-ши? Сызрань кĕперĕ патне чехсене чарма… çĕр çын ăсатрăмăр. Мăшкăл! Кайран та Безенчук таврашне виççĕр çын янипех çырлахас терĕмĕр. Чăн, лайăх коммунистсем ахалех пуçĕсене хучĕç. Революци сĕткенне нимсĕр пĕтеретпĕр. Хамăр маларах ытла çемçе кăмăллă пулнăран çапла пулса тăчĕ çав. Халь Липяги таврашĕнче чехсене чарас тесен, темиçе пинлĕ, лайăх организациленĕ çар кирлĕ. Аçта вăл ун пек çар? Хуларп мĕнпур коммунистсем, вилнисене шутласан та, икĕ пинрен ытла марччĕ. Рабочисене çĕклеме пултаратпăр, тĕрĕс. Халь вăл ĕçе тума та кая юлтăмăр ĕнтĕ. Тĕрĕссипе каласан, рабочисем хушшинче те иккĕленекеннисем нумай. Ĕнер чугун çул таврашĕнче ĕçлекен рабочисен пухăвĕнче пултăм эпĕ. Хăрушлăх çинчен ăнлантарса пама тăрăшрăмăр. Вĕсем çавах та нейтралитет пирки резолюци йышăнчĕç. Чехсем патне делегаци ярса йăпанасшăн. Уншăн вĕсене айăплама та йывăр. Хамăр та малтан Сызрань кĕперĕ патне делегаци ярса айкашрăмăр… Пире тăн кĕртрĕç тăшмансем. Чехсем Самара кĕрсен, рабочисен те, пурин те, ăс кĕрсе çитĕ. — Çапла çав. Вăй сахалтарах пирĕн, — терĕ Воробьев Хатаевич калаçма чарăннă хушăра. — Пулăшу килсе çитмесен, икĕ пин штыкран ытла тăратаймастнăр эпир. — Икĕ пин те сахал мар, — терĕ Хатаевич малалла. — Кашни çынни паттăрлăхпа вунă çын тĕшне тăрать, вăрçă ĕçне лайăх пĕлекен командирсем çукки хăратать. Тата артиллеристсем çук. Казанцев мĕн вăл? Агроном. Çав чăх-чĕп командирне артиллери командирĕ тăвас шухăшпа чĕнтерчĕç ĕнтĕ паян штаба. Тупăсем пур, снарядсем те сахал мар, артиллеристсем çук. Пĕр генерал пур хулара, артиллери генералĕ. Ана комăндир тăвас тесе ӳкĕтлесе пăхрăмăр. Килĕшмест. Пырса канаш пама пултаратăп, командир пулма пултараймастăп, тет. Тĕрĕссипе каларĕ хăть. Сутăнчăк çын мар. Француз хăй, хушамачĕ — Шарпантье. Паяы та чĕнтерчĕ ăна Куйбышев юлташ. Халь мĕн калĕ тата… Питĕ йывăр экзамен тытмалла пулчĕ пирĕн. Начартарах тытатпăр-ха экзаменне. Кашниех революцишĕн пуçне хума хатĕр. Анчах революцишĕн вăл кăна сахал халь. Тăшмана çĕнтерме, унăн çĕлен сăннине кăкласа тăкма вĕренес пулать пирĕн. «Темиçе каç çывăрман пуль хăй. Пичĕ-куçĕ туртăнса ларнă, куç харшисем йывăрланнă. Аш вăрканипе кăна мар, ыйхине сĕвĕртес тесе, хăй ăссĕн калаçса утса çӳрет ку ырми-канми ĕçлекен большевик», — шухăшларĕ Сахар. Алăк каллех уçăлчĕ. Хальхинче Хатаевича хăйне Куйбышев патне чĕнтерчĕç. Эсер пулнă çын коммунистпа тав-лашнине те, кайран Хатаевич е Воробьевпа, е хăй тĕллĕн калаçнине те Сахарпа Çимун сăмах сиктермесĕр итлесе ларчĕç. Вĕсемшĕн политграмота шкулĕ пекех пулчĕ ку. Хатаевич тухса кайсан тин Çимун алăк еннелле пăхса илчĕ те çумĕнчи юлташне кăлт тĕртрĕ. — Пăх-ха, Тайман Сахарĕ килсе çитрĕ вĕт! Кăяш Тимкки, тĕлĕнсе, урлă-пирлĕ пăхкаларĕ. Вăл, Сахара палланă пек пулса, ура çине сиксе те тăнăччĕ ĕнтĕ, çак самантра пулĕме Бакаев хашкаса кĕчĕ. — Çын кирлĕ, Иван Васильевич, — кăшкăрчĕ вăл кĕнĕ-кĕменех, — Уфаран Подвойский юлташ килсе çитнĕ. Халь кăна шăнкăравларĕ. Вунпилĕк коммунист хăй патне халех яма хушать. Воробьев ним те каламарĕ, куç харшине çĕклесе, Сахар еннелле пăхрĕ çеç. Тайман Сахарĕ çамрăк çын пек вашт! сиксе тăчĕ. Бакаев кулса ячĕ: — Тăватă çын тупрăм. Пурте манран çамрăк, эпĕ пуринчен асличчĕ. Атя, халь эсĕ пуринчен асли пулăн, Тайманкин юлташ, — терĕ те Сахара алăран çавăтса тухсакайрĕ. Кăяш Тимкки, çумĕнчи юлташне ӳпкелесе: — Эх, тăрнаккай! Ма маларах систермерĕн? Эп унпа коридора тухса калаçнă пулăттăм, — терĕ. — Эп хам та тин асăрхарăм ăна, — мăкăртатрĕ ахаль те хурланса юлнă Çимун. — Эп айăплă, — хутшăнчĕ калаçăва Воробьев. — Кун пек пуласса кĕтменччĕ. Саншăн сюрприз тăвас тенĕччĕ эп, Авандеев юлташ. — Сюрприз пулчĕ те, — терĕ лешĕ, ĕнсине хыçкаласа, — эс мар, Иван Васильевич, шуррисем айăплă. Бакаев — ревком членĕ, совнархозра ĕçлет. Халь пурин те пĕр хуйхă иккен, пурте революцин рядовой салтакĕсем пулса тăчĕç. Бакаев çӳллĕ те тачкарах çын. Сахартан çамрăк мар, аичах хăй çамрăк çын пекех йăрă çаврăнкалать. Сахара хăйпе коридор тăрăх чуптарчĕ. Пĕр пӳлĕм алăкне уçрĕ те: «Çакăнта кĕрсе вĕри чей ĕç-ха, кайран ĕçеймĕн, — терĕ, — кĕр, кĕр, ан имен. Мария Оскаровна пит кăмăллă юлташ. Кĕр, эп тата çын шырама чупам. Чей ĕçнĕ хыççăн тӳрех вокзала пыр, унта Подвойскин поездне шыраса тупăн. Поезд пуçĕнче мана кĕтсе тăр». Çамрăк хĕр, чăваш сăнлăскер, Сахара кăмăллăн кулса йышăнчĕ. Чей ĕçекенсем хушшинче вырăн тупса пачĕ, Сахар умне пĕр стакан вĕри чей килсе лартрĕ. «Кам-ши ку, фронта каякансене чей ĕçтерекен хитре хĕрарăм? — шухăшларĕ Сахар. — Пичĕ-куçĕ таса. Тути кулман чух та кăмăллăн кулнă пек курăнать. Чăваш пек çемçе калаçать. Чăнах та чăваш хĕрĕ мар-ши?» — Авенде юлташа та пĕлместĕн-и? — терĕ юнашар ларакан çын, тĕлĕнсе — Хĕр мар вăл, вăтăртан иртнĕ пуль ĕнтĕ. Ачисем пур. Вăл революциччен пĕр вунă-вуникĕ çул маларах партие кĕнĕ. Ашшĕ унăн те поляк, те белорус пулнă, амăшĕ вырăс. Питĕ ырă кăмăллă çын, çавăнпа çамрăк пек курăнать… Алăк уçăлчĕ. Чей ĕçекенсен пӳлĕмие Ярослав Гашекпа Йозеф Поспишил пырса кĕчĕç. Чей ĕçтерекенни кăна мар, чей ĕçекеннисем те кăмăллăн шавласа йышăнчĕç икĕ чеха. — Иртĕр, ларăр, Ярослав Романович, — терĕ Авейде, — эпĕ фронта каякансене çеç чей ĕçтереттĕм. Паян хуларисене те ĕçтерес пуль, фронт çывхарсах килет. — Çук ĕнтĕ, Мария Оскаровна, вĕри чей ĕçтерсен, тăшмана хула çывăхне ямăпăр, — терĕ Гашек. — Хуларисене ĕçтермелле ан пултăрах. Пире халь законлă ĕçтерĕр, эпир те фронта васкатпăр. Мана ĕçтермесен те пырĕ, комиссар ĕçĕ пĕтнĕ халь. Отряд хатĕр. Ак, Поспишил юлташа ĕçтер. Вăл — командир. — Эсир те чехсемпе çапăçма каятăр-и? Сирĕн тăванăрсем вĕт çав коитрăсем, — терĕ тахăш. — Пирĕн тăвансем мар вĕсем, шуйттан тăванĕсем. Пирĕн тăвансем кунта, — терĕ Гашек. Чей ĕçекенсем пухури пек алă çупса шавлама пуçларĕç. Сахар каллех юнашар ларакан юлташĕнчен ыйтрĕ. — Ма ăна Романович теççĕ? Вĕсен, пирĕнни пек, ашшĕ ячĕпе чĕнес йăла çук вĕт. — Ăçтан пĕлем? — хуравларĕ лешĕ. — Пирĕн йăлапа пурăнас терĕ пуль: пирĕн тăвансем кунта, терĕ вĕт. Вокзалра Сахар Подвойские курма ĕмĕтленнĕччĕ: Ленинпа пĕрле ĕçлекен çын,! Çук, курса пулмарĕ. — Ан саланăр, юлташсем. Эп Николай Ильич патне кĕрсе тухам, — терĕ те Подвойский вагонне пĕчченех кĕчĕ. «Пăх-ха, ку та Ильич ятлă. Хăйне кураймарăм пулать. Эх, Кăяш Тимккипе Çимуна курасса куртăм та алă та парса ĕлкĕреймерĕм», — шухăшларĕ Бакаев тухасса кĕтсе тăракан Сахар. Туссем шăкăл-шăкăл калаçса лараймарĕç Революци юхăмне лекнĕ икĕ чăваш, чылай хушă тĕрлĕ енче çӳренĕ хыççăн, паян самантлăха тĕл пулчĕç. Тĕл пулчĕç те — каллех тĕрлĕ еннелле уйрăлса кайрĕç. Ĕлĕк катари хурăнташ-тăвансем хулара, кĕркуннехи пысăк ярмăрккăра, çакнашкал тĕл пулатчĕç. Май килсен, вĕсем пĕрле урапа айне ларса апатланатчĕç. Тепĕр чух пĕрне-пĕри пĕр-ик сăмах калама та ĕлкĕрейместчĕç — ярмăрккăри халăх юхăмĕ вĕсене тата тепĕр çулталăка е темиçе çуллăха уйăрса яратчĕ. Çакăн пирки шухăшларĕ Кăяш Тимкки Сахара пĕр самантлăха курса юлнă хыççăн. Валерианпа та çапла пулмĕ-ши? Таçта-таçта, тĕнче хĕрринех тенĕ пек, пуç янă чух паллашрĕç вĕсем — Валериан Куйбышевпа Тимофей Авандеев… Халĕ Кăяш Тимкки Блюхер отрядĕнчен Куйбышев патне Оренбургпа Пăслăк таврашĕнчи ĕçсем пирки канашласа пăхма, пулăшу ыйтма килнĕ. Анчах вăл Самара çитнĕ çĕре кунта та ĕçсем тăкăсланса кайнă-мĕн. Пĕри Самарта, тепри Оренбург таврашĕнче ĕçленине пула, Куйбышевпа Авандеев ссылкăра уйрăлнăранпа халь пĕрремĕш хут тĕл пулчĕç… Ахаль чух Куйбышев, кабинетра хупăнса, çынсемпе кашнинпе уйрăм калаçмастчĕ. Кĕрен-тухансем, шавласа, пĕрне-пĕри чăрмантаратчĕç… Вăрçă-çапăçусем пуçлансан та-ха пĕр-ик кун çапларах иртрĕ. Паян тин, хăй патне пĕр француз генерала артиллери пирки канашлама чĕнтерсен, Куйбышев тавçăрса илчĕ: вăрçăпа сыхлăх ĕçĕсем пирки унпа çын çинче калаçни килĕшмест. Савна пула халĕ Воробьев пӳлĕмĕ кĕтмелли пӳлĕм пулса тăчĕ. Куйбышев хăйĕн ссылкăра паллашнă тусне те çавăнта кĕтсе ларма хуш. рĕ. Авандеев Воробьев пӳлĕмĕнче çынсем шавланине, тавлашнине хăлхине питех чикмерĕ. Ун чĕрине Валерианпа пĕр самантлăха курнăçни хумхатса ячĕ. Куç умне асаилӳсем, иртнĕ кунсем килсе капланчĕç. … Этапра паллашрĕç вĕсем. Уçă кăмăллă çамрăк революционера Самлей чăвашĕ питĕ кăмăлларĕ. Вунă хут тĕрмене лексе, темиçе хут ссылкăра пулса, унтан пĕрре мар тарса та курнă иккен лешĕ. Конвой çавна пĕлместчĕ пулас, нумай вĕреннĕ çамрăк арестанта шанатчĕ. Пĕр-пĕр пысăк ялта е пĕчĕк хулара çĕр ирттерме тесе чарăнсан, конвой начальникĕ Куйбышева хăй патне чĕнтеретчĕ: вăл кăштах вĕреннĕ çын пулнă иккен. Ун чух вара аслă шкула вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Каçсерен математикăпа хатĕрленме пулăшатчĕ ăна Куйбышев. Çавăншăн лешĕ арестантсен йывăр çулне çăмăллатма пулнă-мен. Анчах çав тери инçе çулăн йывăрлăхĕсем конвойран кăна килмеççĕ çав. Сивĕ. Халран кайса çитнисем, чирлесе ӳкнисем пур. Куйбышев этапри юлташĕсене сăмахпа хавхалантарма тăрăшать, чирлисене конвой урлă эмел тупса парать, утайманнпсене утма пулăшать е хăйĕн «ученикне» этапа ытларах кантарма ӳкĕтлет. — Çавах шанмастăр мана, — тет Куйбышев конвой начальникĕпе шӳтлесе калаçнă пек, — учителĕре хăвăр патăра конвойпах çӳрететĕр. Этап вăхăтĕнче эпĕ, конвойсăр çӳреме ирĕк парсан та, тарас çук. Вырăна çитсен вара таратăпах. — Хурал конвойĕ мар вăл сирĕишĕн, чыс конвойĕ, — шӳтлет конвоирĕ те. — Ман ирĕк пулсан, эп сире патша вырăнне лартăттăм. Халĕ ĕнтĕ ахăрсах кулать Куйбышев. — Çук, патша пулма килĕшместĕп. Шанчăксăр вырăн. Пурпĕрех сирпĕтеççĕ ăна. Тен, эпир вырăна çитиччен сирпĕтĕç те-ха… Конвойсене чылай куркаланă Куйбышев, кампа мĕнле калаçмаллине чухлать. Ку конвоир хăй те революционер пулма хатĕр пек. Çапах арестантсене, вĕсене кăмăллать пулин те, хытă сыхлать. … Сăвă çыратчĕ Валериан. Тĕрмере те çыратчĕ, этапра та, ссылкăра та. Унăн тăвансемпе, юлташсемпе уйрăлнă пирки хурланса çырнă сăввисем те кăмăла çĕклетчĕç. Вĕсенчен нумайăшне Тимкка халĕ те астăвать: Ан шарла, чĕреçĕм, Ан шакка эс хыттăн, Вăрмана ан туртăн, уй-хире ан ыткăн. Ав, илтетĕн, тимĕр кăчăртатрĕ, Питĕрчĕ пире вăл, тыткăнларĕ. Тыткăнра та хуçмăп кăмăла. Ан шарла, чĕреçĕм, Ан шарла! Ун хăшпĕр сăввисеие ссылкăри юлташсем юрă туса юрлатчĕç: Тусăмсем, тĕнче вăранĕ — Хум çапать, ав, çырана, — Вăйлă çил-тăвăл тапранĕ, Çитĕ савăк самана. … Патша çарĕнчи подполковник ывăлĕ Валериан Куйбышев çăпата та сырса курнă. Çакăн пирки асăнсан, вăл ача пек шухăланса каятчĕ, юлташĕсене çапла каласа кăтартатчĕ: — Таврăнтăм пĕррехинче тăван киле. Атте вилнĕ хыççăн килйыш пурнăçĕ тăкăсланса çитрĕ. Çул çинче эпĕ хам валли хĕрлĕ кĕпе туянтăм. Каçхине уесри чаплă та чиперкке хĕрсемпе клубра ташларăм. Хĕрĕсем хĕрлĕ кĕперен те хăрамаççĕ, «студентпа» савăнсах ташлаççĕ. Амăшĕсем вара хăраса ӳкнĕ, полици те сехĕрленнĕ. Çапах мана чарма е арестлеме сăлтав çук… Ташла-ташла çарран юлтăм. Унчченех çăвар. кара пуçланă ботинкăм лаштах тухса ӳкрĕ. Çĕнĕ ботинка туянма укçа çук. Мĕн тăвас? Вара çăпата туянçа ятăм. Туятăр-и: хĕрлĕ кĕпе, çĕнĕ çăпата, студент карттусĕ, тиечукăнни пек вăрăм çӳç. Исправник мана хама кансĕрлемерĕ, йăмăкпа вара çапах та калаçнă иккен ман пирки. «Пиччĕр нигилист пуль-ха сирĕн. Е оригинал пуласшăн. Ытла çăмăлттайланса сире намăс кăтартать вăл. Лăпкăн кăна ӳкĕтлесе пăхăр-ха эсир ăна: çăпата сырса тата… хĕрлĕ кĕпе тăхăнса ан çӳретĕр», — тенĕ. Уçă та савăк кăмăллă йĕкĕт тепĕр чух чăн та çăмăлттай пек курăнма пултарнă. Вăл мĕнле «çăмăлттай» та «оригинал» пулнине Тимкка лайăх пĕлсе çитрĕ. Кадет корпусне пĕтернĕ хыççăн Валериан çар медицини институтĕнче вĕреннĕ. Революци юхăмне хутшăннине пула ана пĕтереймен. Вара хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Марксизм ăслăлăхне тĕпренех çавăрса илнĕ. Ссылкăри юлташĕсемшĕн учитель пулчĕ вăл. Ленин çинчен. каласа паратчĕ, вăл çырнисене вĕрентетчĕ, пурне те ун пек пулма чĕнетчĕ. — Ильича хăйне курман-и эсир? — ыйтрĕç унран пĕррехинче. — Ун патне чикĕ леш енне кайма хатĕрленнĕччĕ те… ăраскал пулмарĕ, — терĕ çамрăк большевик. 1908 çулта Леиин патне кайма чăн та май пулнă ун, Çĕпĕртен тарса, Питĕре çитсен, вăрттăн комитет Куйбышева ют паспорт тупса панă. Çав паспортпа Валериан чикĕ леш енне кайма виза туяннă. Полици аллине лекес мар тесен, çав куннех пуйăс çине лармалла пулнă. Анчах… вокзалра вăл пĕр юлташа тĕл пулать. Лешĕ Мускавран тарса килнĕ. Патша уменчи айăпĕ пысăк иккен унăн. Жандармсен аллине лексен, ăна тĕрме кăна мар, вилĕм кетет. Валериан пĕр самант та иккĕленсе тăмасть: çав юлташа хăйĕн визăллă паспортне, билетне парса, пуйăс çине лăртать те чикĕ леш енне ăсатса ярать. Хăйне тепĕр куннех жандармсем йĕрлесе тытаççĕ, каллех Çĕпĕре пуç яраççĕ… Куйбышев хăй миçе хут тĕрмере, ссылкăра нулса курни çинчен калаçнине тепĕр чух ĕненме те хĕн пек. Анчах юлташсем ĕненетчĕç ăна, шанатчĕç. Кăяш Тимкки тесен, хăйĕнчен кĕçĕнрех юлташне учитель вырăнне хурса хисеплетчĕ. Уйрăлма йывăрччĕ пулин те, Авандеев малтан Куйбышева ссылкăран тарма пулăшрĕ. Хăй тепĕр çултан тин тарма май тупрĕ. Самара вăл шăп февраль революцийĕ умĕн эрне маларах çитрĕ. Кунта Тимкка, ĕлĕкех калаçса татăлнă тăрăх, Валериана шыраса тупма хăтланнă. Те виççĕмĕш, те тăваттăмĕш хут тарнă хыççăн Куйбышев 1916 çулта Самара килсе çитет, чи пысăк завода фрезеровщика кĕрет. Хăц суя паспортпа, суя хушаматпа пурăнать. Парти ăна Самар пролетариатие революциллĕ шухăшпа пĕтĕçтерме, большевиксен организацине çирĕплетме хушать. Темиçе уйăх хушшинче заводра та, хулара та питĕ вăйлă парторганизаци туса хăварнă вара «Адамчик юлташ». Кăяш Тимкки, ссылкăран тарса, Самара çитнĕ вăхăтра Валериан Куйбышев этап çулĕпе каллех Çĕпĕре танкканă. Ана татах ссылка, халь ĕнтĕ Турухан крайне, ăсатиă. Приговорта палăртнă вырăна çитеймен вăл. Февраль революцийĕ пулнă текен хыпар ăна, хăй ĕлĕкрех ĕмĕтленнĕ пек, этап çулĕ çииче хăваласа çитнĕ… Март уйăхĕнче Куйбышев ирĕк çулпа Самара таврăн-нă. Анчах якутсен çĕршывĕнче уйрăлнă туссем каллех тĕл пулаймарĕç. Юлташне тупайманнипе, Авандеев Самарта ытлашши чарăнса тăмарĕ, Оренбург еннелле васкарĕ. Куйбышев çăвĕпех Самарти большевиксене кĕркуннехи татăклă çапăçăва хатĕрлерĕ. Октябрь кунĕсем çитсен, вăл «Олимп» театра нухăннă Самар халăхне пĕтĕм власть Советсен аллине куçни çинчен пĕлтерчĕ. Çав хушăра Кăяш Тимкки Оренбург хулинче ĕçлерĕ. Эсерсемпе меньшевиксем нирки Куйбышев ăна ĕлĕкех епле асăрхаттарнине Тимкка пĕрре мар аса илчĕ. Ак хăçан вĕсен контрреволюциллĕ ăшчикĕ уççăнах палăрчĕ. Çавсене пулах Авандеев Дутов тĕрмине те лексе курчĕ. Тĕрмерен тарсан, Кăяш Тимкки Блюхер отрядне пырса лекрĕ… … Тайман Сахарĕ Тимккапа калаçаймасăрах Бакаевпа пĕрле пӳлĕмрен васкаса тухса кайсан, Воробьев пӳлĕмне кĕçех Куйбышев хăй пырса кĕчĕ. — Эсир, юлташсем, ман пӳлĕме кайса ларăр-ха, — терĕ вăл пӳлĕмри çынсене. — Лере каллех калаçмă чăрмантараççĕ. Çавăнпа Авандеев юлташпа кунта калаçас терĕм. Пурте тухсан, Куйбышев алăка шал енчен çаклатрĕ те тинех юлташне пырса ыталарĕ. — Эс, тусăм, ватăла пуçланă мар-и? Шурă çӳç пĕрчисем пур вĕт, — терĕ вăл, юлташне хăй умĕнче çавăркаласа. — Манран тĕлĕнмелли çук, — тавăрчĕ чăваш, — хура çын час кăвакарать. Çулпа та эп санран аслăрах. Эпĕ тепĕр тăхăр çултан хĕрĕхре пулатăп. Эс, ав, вăтăр тултармасăрах кăвакара пуçланă… Пулни-иртнисене аса илсе, шăкăл-шăкăл калаçса ларасчĕ кăшт та пулин. Ларма вăхăт çук çав. Кашни самант революци шăпине татса пама пултарать. Çакна ссылкăра пĕрле пулнă большевиксем иккĕшĕ те лайăх пĕлеççĕ. — Самар еннелле тапăннă Дутова Блюхер Сурачăн таврашĕнче чарса каялла чактарчĕ те… Йышлах мар çав ун отрячĕ. Эп сирĕн пата пулăшу ыйтма килнĕччĕ. Халь хамах куратăп ĕнтĕ: сире хăвăра иулăшу кирлĕ, — терĕ Авандеев. — Çапла çав! — çамкине пĕркелентерсе, пӳлĕм тăрăх уткала пуçларĕ Куйбышев. — Пысăк çар килсе хĕстерчĕ пире. Ана хирĕç кама тăратас? Пин çурă коммунист пур ĕнтĕ пирĕн. Вĕсем çапăçасса паттăр çапăçаççĕ те, çар ĕçне вĕренсех çитеймен çав. Хăшпĕр коммунистсем хăрушлăха тивĕçлĕ хаклаймаççĕ тата: чехсем нейтралитет тытасса шанаççĕ. — Нейтралитет тытма çĕклемен ентĕ вĕсене чикĕ леш енчи хуçисем, — сăмах хушрĕ Авандеев. — Эсĕ, Степаныч, лару-тăрăва тĕрĕс ăнланатăн, — тусĕ умĕнче чарăнса тăчĕ Куйбышев. — Эпĕ сире акă мĕн пирки асăрхаттарасшăн: эпир кунта чехсене чараймасан, Блюхер отрячĕ вутлă ункăра тăрса юлмалла ан пултăрччĕ. Пирĕн Атăл тăрăх Чĕмпĕр енне чакма çул пур. Сире тăшман пур енчен те çавăрса илме пултарать. — Вăл паллă-ха, — терĕ Авандеев. — Сирĕн хăвăрăн та ун пирки шухăшлама вăхăт çитне мар-и? Чараймастăр эсир çав тери вăйлă тăшмана. Блюхер кунталла сире пулăшма васкасан, ун йĕрĕпех Дутов та килсе çитĕ. Атăл тăрăх вăхăтлă чакас пирки чăн малтан сан хăвăн шухăшлас пулать. Пăс сивĕтмесĕр тăракан пăрахут пур-и хăть сан? Тутине кулнă пек туса, Куйбышев Авандеева куçран пăхрĕ. — Ан кул, Бова королевич. Шӳт тумалли япала мар ку. — Кулмастăп, Степаныч. Пĕр япала аса килчĕ. Сан пек шутлакан юлташсем кунта та лăках. Виçĕмкун пирĕн ревком хăйĕн председательне, мана ĕнтĕ, ирĕксĕрлесех хĕрарăмсемпе пĕрле Ставрополе эвакуацилерĕ. «Лерен те пире кăтартусем парса тăрăн. Саншăн эпир Ленин умĕнче ответлă», — теççĕ. Пăхăнасса пăхăнтăм та… çав кунах каялла таврăнтăм. «Капитан, хăйĕн карапне пăрахса, пуринчен малтан шыва сикнĕ пек пулмарĕ-и?» — тесе шухăшларăм. — Ревкомĕ те тĕрĕс шухăшлать. Эс те тĕрĕсех тунă пуль. Ак сана хайхи диалектика, — хальхинче Авандеев кулнă пек пăрчĕ тутине. — Диалектика çав. Тăшманăн регулярнăй çарĕ пирки манмастпăр-ха. Анчах мĕнле тусан тĕрĕсрех, революцишĕн шанчăклăрах пулĕ-ши? Халь кăна Шарпантье генералпа калаçрăм. Вăрçă ĕçне питĕ ăста, пире кăмăллакан ватă генерал. Вăл пире Самара çапăçусăр хăварса, Епхӳ еннелле чакма, лере тăшмана çирĕплетнĕ позицире кĕтсе илме сĕнет. — Ăçта-ха вĕсем пирĕн çирĕплетнĕ позицисем? Хăçан туса хатĕрлесе çитерĕпĕр вĕсене? — терĕ Авандеев. — Эсир те ун пек хăтланмăр, эпир те, хальччен парăнман Оренбурга тăшман ункинче хăварса, халех Епхӳ еннелле чакма пултараймастпăр. Вăй çитнĕ таран çапăçар. Санпа канашламалли пĕр шухăш пур ман… Малтан тепре асăрхаттарам-ха сана: пăс кăларса тăракан пăрахут пирки ан ман. — Юрĕ-çке, — кулса ячĕ Куйбышев — Каларăм вĕт сана: асăрхаттаракансем кунта та лăках. Хăвăн шухăшна кала-ха. — Чехсем, Самара илсе, чăнах та Çĕиерелле çеç туртăнсан, Блюхер Оренбурга тăшмаи аллине памĕ. Эпĕ те вара ун штабĕнчех юлăп. Тен, каярах Самара шуррисенчен тасатма та килĕпĕр. Еçсем хăрушăрах пулса тăрсан, тăшман Ташкент çулĕпе пирĕн еннелле те сарăлсан, вара пирĕншĕн чăннипех çулсем хупланса лараççĕ. Ун пек пулса тăрсан, Блюхер мĕнле решени йышăнсан та, эп Пăслăк таврашĕнче вăрттăн ĕçлеме юласшăн. Ялти коммунистсене, Совет членĕсене, пирĕн енне туртăнакан фронтовиксене пĕтĕçтерсе отрядсем тума тăрăшăп е, май килсен, вĕсене тӳрех Блюхер патне ăсатăп. Тӳрĕ çулпа Чапаевпа та çыхăнма пулать. Эп хамăр уесра кашни яла, кашни вăрман кукрине лайăх пĕлетĕп. — Тĕрĕс! — ырларĕ Куйбышев. — Сирĕн уесăр пирĕн кĕпĕрнене кĕрет-ха вăл. Кĕпĕрне ревкомĕ те, фронт командованийĕ те сана çавăн пек полномочи пачĕ тесе шутла. Подвойский юлташпа сан пирки паянах калаçăп. Тен, май килсен, пĕрле ун патне кĕрсе тухăпар. Подвойскипе иксĕмĕр алă пусса сана хут туса парăпăр. Блюхер валли те кăтартусем иулĕç-ха ун… Çав самантра такам алăка хытă шаккарĕ, Воробьев сасси илтĕнчĕ: — Часрах, Валериан Владимирович! Подвойский юлташ шăнкăравларĕ. Телефон трубкине пăрахмасăр кĕтсе тăрать. Куйбышев алăк уçрĕ те, каялла çаврăнса: — Тăхта-ха, Степаныч. Пилĕк минутран таврăнатăп, — терĕ. Воробьевпа Çимун пӳлĕме кĕчĕç. Куйбышев пилĕк минутран мар, сехетрен те ку пӳлĕме таврăнмарĕ. — Çук ĕнтĕ, Куйбышевпа калаçасси мар, сьшпуллашса алă чăмăртасси те пулмарĕ, — терĕ Авандеев, лешĕ хăйĕн йӳлĕмĕнче те çуккине пĕлсен. — Атя, Семен Тимофеич, каялла кайма тапранар. Валериана салам кала, эппин, Йван Васильевич. Пĕр юрă-сăвă йĕркисене астутар ăна: «Вăйлă.çил-тăвăл тапранĕ. Çитĕ савăк самана!» Эс пĕлмен те пуль: ссылкăра чух сăвă çыратчĕ пирĕн марксист. Эпир ăна юрă туса юрлаттăмăр. Вокзалра Подвойский патне хамах кĕрсе тухăп. Тен, унта Тайманкина та тĕл пулăпăр. — Тĕл пулаймастăр пуль, — терĕ Воробьев. — Вĕсене чугун çул кĕперне сыхлама тăратнă. Палламан паттăрсем Сахара кĕпер сыхлама хушрĕç. «Тăшман каçасран хăратпăр пулсан, кĕперне çĕмĕресчĕ пĕрех хут», — терĕ паçăр пĕр юлташ. «Кĕпере этем ывăлĕ хăйне валли юханшыв урлă каçса çӳреме тăвать. Халĕ, ак, эпир ăна çын каçасран сыхлатпăр. Кĕперĕ те мĕн тери вĕт! Кам тунă-ши ăна? Тук кĕперне ялĕпе тăватчĕç, кăна хулипе тунă-ши? Çук. Хулине те, чугун çулне те, кĕперне те рабочи тунă. Рабочи хăй тунă япалана çĕмĕреймест ĕнтĕ… » Çапла шухăшласа каллĕ-маллĕ утса çӳрет Тайман Сахарĕ. Клубран Подвойский штабĕ патпе коммунистсем пиллĕкĕн-улттăн çеç пыиăччĕ, кĕçех вĕсеп шучĕ вăтăртан иртрĕ. Бакаевран пуçне никама та палламасть Сахар. Тата командир хушаматне пĕлет: Харчервников юлташ, вăл Подвойский штабĕнчĕнех. Пурте пĕр вăгона тиенчĕç, ăна çĕрле пăравус кĕпер урлă тĕртсе каçарчĕ. Сахара кĕпер умĕнче хăварчĕç. Нумайăшне мала ăсатрĕç: хăшне — кĕпер леш енчи чугун çула пăсма, хăшне — разведкăна. Нумай та вăхăт иртмерĕ — мал енче пăшал пени илтĕнчĕ. Те пирĕннисем иереççĕ, те — тăшман. Акă пульă-сем кĕпер тимĕрне чаклаттара пуçларĕç. Тăшман перет иккен. Шуйттан! Тĕттĕмре пĕр-пĕр каскăн пуля пуçран килсе лектерĕ. Пуçна пĕр усăсăр хурăн кунта. Хирĕç пересчĕ — хамăрăннисене лектерме пулать. Элеватор енче тупăсем кĕрле пуçларĕç. Пирĕн тупăсем! Хайхи Казанцев çапах та артиллерие майлаштарнă иккен. Çук, тивеймерĕ-ха каскăн пуля Сахар пуçне. Пеме чарăнчĕç. Ирхине суранланнă юлташсене кĕпер урлă хулана ăсатрĕç. Кĕпер тăрăх хурлăхлă хыпар сарăлчĕ: çĕрлехи перкелешӳре отряд командирĕ вилнĕ иккен… Тул çутăлсан, йĕрн-тавра пăхкаласа тĕлĕнчĕ Сахар. Самар хулин «лешеккийĕ» Чулçырмари пекех. Айлăм вырăн. Шыв темиçе çухрăма сарăлнă. Чугун çулăн тăпри шывран самай çӳле çĕкленсе выртать. Çав çич-сакăр утăм анлăш çулпа çĕрле çӳренĕ иккеи разведчиксем — хĕрлисемпе шуррисем, пĕрне-пĕри хире-хирĕç. Пĕр вунă-вунпилĕк çухрăмра юнлă çапăçу пынă вăхăтра палламан юлташсемпе пĕрле виçĕ талăк хушши кĕпер сыхларĕ Сахар. Урăх çĕрле пăшал пени пулмарĕ. Июнĕн 7-мĕшĕнче савăнтаракан хыпар сарăлчĕ. Епхӳ енчен те, Чĕмпĕр енчен те пулăшу килнĕ, тет… Каçхине Сахар ушкăнне кĕпер урлă каялла каçарчĕç, вĕсен вырăнне Ĕпхӳ енчен килнĕ юлташсене тăратрĕç. Сахар, ывăнса, ыйхăласа çитнĕскер, хăна çуртне каймарĕ, тӳрех клуба çул тытрĕ. Вăл унта Воробьев пӳлĕмне пырса кĕчĕ. Иван Ваçильевич хăй çукчĕ. Сахар пукан çине ларчĕ те сĕтел çинчи хут татăкне курах кайрĕ. Хуçлатнă хут татăкĕ çине «Тайманкину» тесе çырнă: «Стерлитамакран Казин хушаматлă юлташ килнĕ. Сан ывăлна пĕлет. Курса калаçма тăрăш», — тенĕ унта. Те ăнланчĕ Сахар, те ăнланаймарĕ — пуçне кăкăрĕ çинелле усрĕ те сĕтел хушшинче ларнă çĕртех çывăрса кайрĕ… Сахар тул çутăласпа вăранчĕ, тĕлĕнсе, йĕри-тавра пăхкаларĕ, хăй ăçтине аран тавçăрса илчĕ. Хуçи ăçта-ши? Кам пĕлет, тен, вăл хальччен пуçне хунă. Те тĕлĕкре, те çывăрса кайичченех-ха, пăшал пенине илтнĕччĕ пек… «Мĕн туса ларатăп эп кунта, ухмах?» — сиксе тăчĕ Сахар, пăшалне ярса тытрĕ те коридора чупса тухрĕ. Пусма тăрăх ана пуçласан, такам хыçран: — Таврăн каялла, урама тухмалли пĕтрĕ! — тесе кăшкăрчĕ. «Ку мана каларĕ пулмалла», — шухăшларĕ Сахар. Вара, каялла таврăнса, Воробьев пӳлĕмĕн алăкĕ патĕнче чарăнчĕ. Çын лăках тулнă. иккен халĕ кунта. Пурте, такама пытарма килнĕ пек, шăпах тăраççĕ. Сахар çĕрле темле хăрушă пăтăрмах пулса тăнине чухласа илчĕ. Ревком пӳлĕмĕнчен такам, пĕр чарăнмасăр, тарăхнă сасăпа: «Алло!.. Алло!» — тесе кăшкăрни илтĕнет. Пĕр юлташ, каçранах клуба сыхлама килнĕ дружинник, Сахар анраса кайнине курсан, пăшăлтатса: — Эс çывăрнă иккен. Пулемет шатăртатнине те илтмерĕн-и? — тесе ыйтрĕ. — Пирĕн пулеметчика вĕлерчĕç, шуйттансем. Контрăсене клуб таврашĕнчен сиреймерĕмĕр. Хамăр аран çăлăнтăмăр, клуба кĕрсе, алăксене питĕрме ĕлкĕртĕмĕр. Халь капкăна лекрĕмĕр пулать. Ревком сыхлăх штабĕпе е вокзалпа çыхăнма тăрăшать-ха… — Çук! Çыхăну пĕтнĕ. Сыхлăх штабĕ те, вокзал та шарламаççĕ. Кунтан хамăрăнах епле те пулин тухса хăтăлас пулать, — илтĕнчĕ ревком пӳлĕмĕнчен. — Эх, ревком! Пире мар, хăйсене те çăлаймаççĕ. Эп вĕсене çул кăтартса парам-ха, — терĕ те Сахарпа калаçакан юлташ, ревком пӳлĕмне ыткăнчĕ. Çав вăхăтра Сахар хут пирки аса илчĕ. Те чăн, те тĕлĕкре темле хут курнăччĕ. Рамаш ятне асăннăччĕ унта. Хутне шырама Сахар Воробьев иӳлĕмне кĕчĕ. … Самар ревкомĕн хăйĕн председательне тепĕр хут ирĕксĕрлемелле пулчĕ. Куйбышевшăн та, ревкомăн ытти членĕсемшĕн те хăрушлăх уççăнах палăрчĕ ĕнтĕ. Сасартăк пĕтĕм ревком тенĕ пек тыткăна лекни, вокзалпа та, сыхлăх штабĕпе те çыхăну татăлни ахальтен мар. Шалти контрреволюци каллех пăлхав çĕклесе çĕрле е ир енне чехсене кĕпер урлă каçма пулăшнă. Хăш вырăнсене чăн малтан тĕллемеллине пĕлсе тăракансем пурах çав таçтан килнĕ тăшман хушшинче. Паллах — хуларисем. — Ан пăлханăр, юлташсем. Лăпкăн шухăшласа пăхар-ха, — терĕ Куйбышев, телефон шарламаннине курсан. — Ман шутпа, пĕр-пĕр лазутчика сыхлăх штабне ярас. Унта латышсен дружини пирĕн пек капкăна лекмен пуль, Çав отряд çеç пире çăлма пултарать. Инçех те мар вĕт, икĕ квартал кăна. Пĕр çын картишĕнчен тухса епле те пулин штаба çитме пултарĕ. — Пĕр çыншăн та кунтан вăрттăн тухма çул çук çав пирĕн, — терĕ хула ĕçтăвкомĕн председателĕ Теплов. — Çул пур, — сасартăк хавхалантарчĕ пурне те алăк умĕнче пĕр хĕрлĕ гвардеецпа пăшăлтатса тăракан Масленников. Куйбышевран та пĕр-ик çул çамрăкрахскер, анчах ун пекех патша тĕрминче темиçе хут ларса курнă большевик, ревком ĕçĕпе Куйбышевăн заместителĕ шутланакан Масленников сĕтел патне пырса тăчĕ те пĕр сехĕрленнĕ, пĕр хавхаланнă çынсене тĕлĕнтерсе çапла каларĕ: — Итлĕр, юлташсем! Председатель ĕçне хам çине илетĕп, Куйбышев юлташа сăмах памастăп. Вăл пирĕн умра Ставропольтен хăйĕн ирĕкĕпе таврăннăшăн айăплă. Эпир хамăр та революци ĕçĕ умĕнче айăплă: йăнăш турăмăр, ăна каялла тавăрмарăмăр. Халь çав йăнăша тӳрлетме йывăртарах, çапах тарăшса пăхас пулать. йăнăша тӳрлетмеллех. Куйбышев тем каласшăн çăвар уçнăччĕ. — Ан чăрмантар, Валериан Владимирович, — пӳлчĕ ăна Масленников. — Вăхăт сахал пирĕн. Тул çутăлса çитиччен васкас пулать. Çул пур, анчах çав çулна пурсăмăр та кайсан, тăшман сисме пултарать. Эпир, клубра юлнисем, тен, плена лекĕпĕр. Куйбышев та, кунта юлсан, тăшман аллине лекме пултарать. Пире тыткăнласан та — тĕрмене хупнипе çырлахĕç. Куйбышева суд туса та, судсăр та персе вĕлерме пултараççĕ. Чехсем хăтланмасан, кунти контрăсем хăтланĕç. Итлĕр малалла: пӳртсем кунта пĕр тăтăш, пĕринчен пĕри çӳллех мар. Пӳрт тăррисем тăрăх юнашар урăма çитме пулать. Çав урампа анаталла пристане чупса анма пилĕк минутран ытла кирлĕ мар. Унта тапранма ха- тĕр пăрахут тăрать. Сĕнӳ çапла: Куйбышев юлташа вунă-вуникĕ хĕрлĕ гвардеецпа çав пăрахут çине ăсатас. Пĕчĕк отряда Теплов юлташ ертсе кайтăр. Çул кăтартакан пур: ав, кунти пӳрт тăррисемпе çӳресе курнă рабочи, Федоров юлташ. Эпир, ыттисем, кунта юлатпăр. Пире латышсен отрячĕ килсе çăлаймасан, малалла мĕн тумаллине хамăрах курăпăр. Куйбышевран пуçне пурте харăс алă çĕклерĕç. Сăмахсăр юлнă председатель пуçне тăрмаласа илчĕ. Халь пĕтĕм ревкома хирĕç ним те тăваяс çук ĕнтĕ, калаçни те усăсăр. «Каллех хайхи «диалектика» пулчĕ-и? — Авандеев сăмахне аса илчĕ Куйбышев. — Вăл, мурçиеш, пăс кăларса тăракан пăрахут пирки Масленниковпа та калаçнă пуль. Ун пек пăрахут пирки хальччен илтменччĕ эп». Çав вăхăтра Масленниковĕ кăтартусем парать: — Васка, Теплов юлташ. Пĕр вунă çын, чăн паттăррисене, суйласа ил. Ыттисене халлĕхе Бакаев юлташ çурт тепĕр вĕçне куçартăр. Чӳречерен кăшт перкелешчĕр: юлташсем кайнине тăшман ан систĕр. Гранатăсем илме ан манăр. Юнашар урама çитсен, икĕ юлташа сыхлăх штабне чуптар. Ыттисем пурте пристань ениелле чупăр. Тăшман çула пӳлсен, гранатăпа усă курăр… Сахар Воробьев пӳлĕмĕнче айăн-çийĕн çавăрса та ним те тупаймарĕ. Тамаша! Хучĕ пурччех вĕт, Рамаш пирки унта асăннăччĕ. Хам чикарккă тума чĕрмерĕм-и? Вăраннăранпа тапак та туртмаи пек. Çапла аптракаласа, Сахар каллех пукан çине ларчĕ. Виçĕ талăк хушшинче ĕшенсе çитнĕскер, татах тĕлĕре пуçланăячĕ, кĕç коридорта пĕр ушкăн çын тĕпĕртетсе иртни илтĕнчĕ. Сахар шартах сикрĕ, каллех мĕн пулнине астуса, винтовкпне ярса тытрĕ те васкамасăр коридора тухрĕ. Çынсем пусмапа картишнелле аннине курса юлчĕ вăл. Вĕсем хушшинче Куйбышев та курăнчĕ пек. Ним тума аптраса, пĕр вырăнта тăчĕ-тăчĕ те картишнелле аннă çынсен йĕрĕпе танккарĕ Сахар. Мĕнле вара? Килкартинче никам та çук-çке! Пӳрт тăрри кĕмсĕртетнине илтсен, çӳлелле пăхрĕ те лешсем хăш çулпа кайнине тавçăрса илчĕ. Вара хăй те пушар пусмипе çӳлелле хăпара пуçларĕ. Çав вăхăтра клубра пăшал сасси кĕрĕслетрĕ. Сахар пӳрт тăррине хăпарса çитнĕ çĕре çынсем куçран çухалнă та-мĕн. Юнашар пӳрт тăрри кăшт çӳллĕрех. Тепри каллех лутрарах. Урамра, çывăхрах, пăшал переççĕ. Хăш тĕлте çĕре аннă-ши юлташсем? Сахар урлă урама çитрĕ те пĕр тĕлте пусма вĕçне курах кайрĕ. Çав пусмапа килкартине анса тăчĕ. Вăл, урама тухса, сыхлăх штабĕ еннелле чупăс тенĕччĕ кăна, — çывăхрах граната кĕрĕслетсе çурăлни илтĕнчĕ. Кĕçех уçă хапха умĕпе паçăрхи юлташсем, виççĕн-тăваттăн, элеватор еннелле чупса иртрĕç. Çавăнталлах вĕсем хыççăн чехсем чупни курăнчĕ. Урама тухасси пĕтрĕ. Вара Сахар килкартинчех шанчăклăрах пытанма тăрăшрĕ. Тĕрлĕ хуралтăсем хыçĕнче — хăма хӳме. Хӳмере ачасем çӳрекен шăтăк пур иккен. Сахар çав шăтăкран хĕсĕнсе кĕче те тепĕр килкартине пырса тухрĕ. Халь ĕнтĕ пасар çумĕнчи урама тухма пулать. Пасар вырăнĕ питĕ пысăк — икĕ квартал тăваткалĕ. Тĕрлĕ хуралтăсем нумай унта. Асăрханса, пытанкаласа, чугун çул çывăхне çитме те май пур. Вокзалта Гашекпа Поспишилăн отрячĕсем тăраççĕ тенине илтнĕччĕ вăл. Çапла шухăшласа, вокзал енне чупрĕ Сахар. Чиркӳ тĕлне чиперех çитнĕччĕ, шăп вокзал енчен тăшман килсе тухрĕ. Сахар аран чиркӳ хыçне пытанма ĕлкĕрчĕ. Ку чиркĕве аванах пĕлет-ха Сахар. Çакăнти пасара килнĕ хушăра вăл чиркӳ крыльци çине те хăпарса курнăччĕ. Крыльца чиркӳ анлăш, тăваткал юпаллă та тăрăллă хăй. Шанчăклăрах пытанас тесе Сахар стена çумĕпе шуса, крыльца çине хăпарчĕ те тăваткал юпа çумне пырса лăпчăнчĕ. «Чиркĕве алтарьпе тухăç еннелле лартни ак хăçан маншăн усăллă пулчĕ. Кунта, анăç енче, тĕттĕмрех», — шухăшларĕ Сахар. Çав вăхăтра тепĕр юпи йăшăлтатнă пек курăнчĕ ăна. Унта та çын тăрать иккен. Çынни юпаран уйрăлса ун еннелле пĕр-ик утăм тусан, Сахар тăрук палларĕ ăна. Гашек юлташ пулчĕ вĕт ку! Лешĕ çывхарчĕ те: — Хĕрлĕ гвардеец? Хăш еннелле сăптăрас тетĕн? — тесе ыйтрĕ. — Пĕлместĕп, Ярослав Романович. Станци еннелле, сирĕн пата çул тытнăччĕ эпĕ. — Унталла ан кай. Кĕпер урлă каçнă тăшмана эпир виçĕ взводпа çеç чараймарăмăр. Артиллеристсен казармине чуп. Трамвай çӳрекен урампа ан кай, ав тепринпе. Самарта чăн улах урам вăл. Унта йытă-качкасемпе сыснасем çеç çӳреççĕ. — Эс ху унталла каймастăн-им? Ăçта каятăн вара? — Эпĕ хăна çуртне каятăп, — терĕ Гашек. «Каллех шӳт тăвать», — шухăшларĕ Сахар. — Кĕçĕр çапла пуласса никам та кĕтменччĕ, — тет лешĕ малалла. — Пирĕн штаб «Сан Ремо» хăна çуртĕнчеччĕ вĕт. Унта хутсем юлчĕç, отряда çырăннă чехсен списокĕсем те çавăнтах. Çавсене кайса çунтарас терĕм. — Тĕп урама çитейместĕн. Тытсан, вĕлереççĕ сана, — хуйхашса ӳкрĕ Сахар. — Мана-и?! Çав тăрнайсене улталаймасан, эп вара Гашек та мар, Ярослав та мар; пушшех те — Романович ятне илтме тивĕçлĕ мар пулăп. Юрĕ. Чуп. Ман пирки ан шухăшла, пирĕннисене салам кала, — тесе Сахара ыталарĕ те, ăна яланах тĕлĕнтерекен, савăнтаракан çын вăрăм хĕрлĕçурт еннелле утрĕ. Гашек кăтартнă урампа чупса, Сахар тĕрме хыçне чиперех çитрĕ, Кунта — те парк, те вăрман. Пысăк йывăçсем ӳсеççĕ. Хăш еннелле пăрăнас-ши тесе, Сахар йĕри-тавра пăхса илчĕ. Тĕрме енчен пĕр ушкăн хĕçпăшаллă çын кунталла çывхарать. Сахар пытанчĕ. Тутарла калаçни илтĕнет. Пирĕннисем мар-ши? Ак вĕсем те йывăçсен хӳттине килсе тăчĕç. Канашлаççĕ. — Малтан артиллеристсен казарми патне çул тытар, унтан вара Постников дачи еннелле сулăнăпăр, — тет пĕри. Кăмăлĕ çемçелнипе Сахар кăшт кăна макăрса ямарĕ. Пирĕннисем! Калаçаканни — Казанцев! Сахар тĕм айĕнчен тухрĕ. — Казанцев юлташ, эп те сирĕнпе! — кăшкăрчĕ вăл. Те палларĕ Воробьев тусне Казанцев, те паллаймарĕ, çавах вăл та кăшт хавасланнă пек пулчĕ. — Эсĕ артиллери командирĕ вĕт. Артиллеристсен казармине ертсе кай, эппин, — шӳтленĕ пек каларĕ Сахар. Казанцев ним те чĕнмерĕ, тарăхса çитнипе аллине çеç сулчĕ. Ун вырăнне тепĕр çын, улăп пек пысăкскер, сăмах хушрĕ. — А щоб ее хвороба забрала, тую артиллерию, — терĕ вăл. «Ку ĕнтĕ — украин çынни, хаххул пулмалла. Иккĕшĕ тутар, пĕри кăркăс пек курăнать», — шухăшларĕ Сахар. Артиллеристсен казарми тĕлĕнче чарăнса тăмалла пулмарĕ, унта никам та çук. Вара «артиллеристсем» Постников дачи патне çитес терĕç. Казанцев ушкăнĕнчи çынсем пурте çак кунсенче артиллерист пулнăскерсем иккен. Тăшман çавăрса иле пуçласан, вĕсем тупă замокĕсене шыва пăрахнă та хăйсем каялла чакнă. Чехсем хулана мĕнле майпа пырса кĕнине артиллеристсем те пĕлсех каймаççĕ. — Ытла çемçешке пулнă çав пирĕн власть, — терĕ Казанцев Тайманкина лайăх палласа илнĕ хыççăн. — Хуларисем, чехсене кĕтсе, пире хирĕç пăлхав хатĕрленине те асăрхайман эпир. Сахар клубра хăй мĕн курни-илтни Çинче каласа пачĕ. Гашека тĕл пулни пирки халлĕхе шарламарĕ. — Куйбышев юлташ пирки пăшăрхантаратăн эс мана, — терĕ Казанцев, Сахар каласа пĕтерсен. — Нимсĕрех пĕтме пултарать. Ун пек çынсеие упрас пулать. Революционерсем пурте пĕтсен, вара революци те пĕтет. Пуçа тулăксăр вута чикни — революцишĕн усăллă ĕç мар вăл… Постников дачи таврашĕнче те çын çукпа пĕрех. Вунă-вунпилĕк хĕрлĕ армеец çеç пĕр тĕлте кĕпĕрленсе тăнă. «Тарса хăтăлнисем çавсем кăна-ши? Хуларан чакмалла пулсан, отрядсем пурте çакăнта пухăнмаллаччĕ. Пурте тени çак çирĕм-вăтăр çын кăна пулчĕ-шим?» — пăшăрханчĕ Казанцев. Хула енчен такам лашапа ĕрĕхтерсе килет. Çăмăл тăрантас çннче хĕрарăм ларса пырать. Казанцев çул çине тухса тăчĕ. Хамăрăннисене курсан, хĕрарăм лашине чарчĕ. Унтан Казанцев хăйне те палласа илчĕ. — Хулара пăлхавăр, Казанцев юлташ, — кăшкăрчĕ хĕрарăм. — Революциллĕ Самар пĕтрĕ. Хулари буржуйсем чехсенчен те ытларах тискерленеççĕ. Венцек юлташа урамрах çапса пăрахнă. Тар хăвăртрах кунтан. Юлташусене ăçталла та пулин ертсе кай. Çапла каларĕ те хĕрарăм, Казанцев сăмах чĕнессе кĕтмесĕр, лашине каллех ĕрĕхтерчĕ. Чугун çул еннелле тӳрĕ çулпа кайса, Смышляевка станцине çитме шухăш тытрĕ Казанцев. — Унта, тен, хамăрăннисемпе пĕрлешме май пулĕ. Вокзалтисем, Кинел енне йĕркеллĕрех чакса, тен, Смышляевкăра чарăннă пуль, — терĕ вăл, юлташĕсене пĕр çĕре пухса. Казанцевпа пуринчен малтан Тайманкин килĕшрĕ. Тата Украин çыннипе икĕ тутар иккĕленмерĕç. Тăрсан-тăрсан, кусен çумне тата пĕр вунă-вуникĕ çын хутшăнчĕ. Ыттисем шавлакаласа тăрса юлчĕç. Смышляевка станцине çитме икĕ çухрăмран ытла юлманччĕ. Зубчаниновка енчен утлă отряд килсе тухрĕ: вăтăр-хĕрĕх юланут. Тӳрех ыраш анисем урлă кустараççĕ. Переççĕ. Кам пултăр — тăшман. Хĕрлисем те çĕре выртса пере пуçларĕç. Юланутсем саланса кайрĕç, сăрт хыçне кайса çухалчĕç. Чугун çул çинче — те бомбăсем, те снарядсем çурăлаççĕ. — Пирĕн подрывниксем ĕçлеççĕ пуль. Чупар хăвăртрах, — терĕ Казанцев, юлташĕсене хавхалантарма тăрăшса. Тапхăрăн-тапхăрăн чупса, хĕрлисем станци патнелле çывхарчĕç. Çук, ĕç тухмасть. Хайхи юланутсем, сăрт хыçĕнче лашисем çинчен аннă та, çĕр çине выртса, вĕсене кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Хĕрлисем ура çине тăрса чупма пуçласанах, шуррисем пĕр харăс персе ячĕç. Икĕ çын малалла тăрăнса ӳкрĕ. Ыттисем хăйсем выртрĕç. Выртас умĕн Казаицев малта, темиçе хăлаçра, пĕчĕк тип çырма пуррине асăрхарĕ. Çавăнта шуса анма команда пачĕ вăл юлташĕсене. Чĕрĕ юлнисем вăхăтлăха çăлăнчĕç: тип çырмана шуса ансан, окопа кĕрсе ларнă пекех пулчĕ. Чылай вăхăт икĕ енчен те перкелешрĕç. Анчах ку тытăçу мĕнле пĕтесси каламасăрах паллă… Этем кăмăлĕн хитрелĕхне тата тепре курса юлчĕ Тайман Сахарĕ. Украин çыннипе пĕр тутар çул тăршшĕпе ним хăрушлăх çук пек алхасса, шӳт туса килчĕç. Вилĕм хăрушлăхĕ те, çĕрĕпе-кунĕпе ыйхăсăр, апатсăр тӳсни те вĕсемшĕн нимех те мар пек. Вилме те хитре вилĕмпе вилме пулать иккен. Юри паттăрланса мар, чăннипех паттăр кăмăллă çын пулнипе. Хăтăлма шанчăк çуккине курсан, Украин çынни тăшмана юнаса, тăван чĕлхепе тем кăшкăрса, çыран хĕррине хăпарса выртрĕ те çине-çине пеме пуçларĕ. Унăн юлташĕ те, тутарла ятлаçса, тăшмана ылханса, юлташĕпе юнашар вырнаçрĕ. Чупса килекен тăшмансене хăшне-пĕрне чикелентерчĕç вĕсем, ыттисене каллех çĕр çине вырттарчĕç. Сахар, çыран хӳтлĕхĕнчен тухмасăр, пăшал кĕпçи хĕрсе кайичченех печĕ. Унтан çӳлти икĕ юлташĕ енне çаврăнса пăхрĕ. Лешсем иккĕшĕ те юн юхтарса выртаççĕ. Хускалмаççĕ те. Вара Сахар та хăй палламан çав паттăрсенчен хавшак пулас мар терĕ, çыран хĕррине вĕсемпе юнашар хăпарса выртрĕ. Чехсем каллех хăюлланса çнтнĕ, çырма еннелле чупаççĕ. Сахар пĕрне персе ӳкерчĕ — ыттисем чарăнмарĕç. Малаллах ыткăнчĕç. Темиçе самантран Сахаршăн та тĕнче çути хупланса ларĕ. Пуçра юлашки шухăш çиçсе иртрĕ: «Революци пурпĕрех пĕтмест!» Унтан тата тепĕр шухăш вĕлтлетрĕ: «Ухмах! Хут татăкне кĕсъенех чикнĕччĕ вĕт. Стерлитамакран чăнахах çын килнĕ пулмалла. Çавна курса, Рамаш пирки те ыйтса пĕлеймерĕм… » Хир енчи хулара Авандеев таврăнсан, Блюхер отрячĕ, Дутов пĕр хушă анăçалла пăрăнманнине кура, Самара пулăшма васканăччĕ те… ĕлкĕреймерĕ. Вара отрядшăн чи йывăр кунсем çитрĕç. Самара илнĕ хыççăн чехсен корпусĕ Еихӳ еннелле те, Оренбург еннелле те сарăлчĕ. Блюхерăн Самаршăн мар, Пăслăкшăн çапăçмалла пулчĕ. Пĕчĕк хула икĕ хут алăран алла куçрĕ. Чехсем Пăслăк фронтне тата темиçе полк тăратсан тин вара Блюхерăн пĕр полк шутне те çитеймен отрячĕ каялла, Оренбург еннелле, чакрĕ. Блюхера хăшĕ-пĕри, Пăслăкран кăнтăр-хĕвеланăç еннелле кайса, Чапаевпа пĕрлешме хистенĕ. Отряд пирки кăна пăшăрханнă пулсан, тен, çапла тунă пулĕччĕ те-и паттăр командир. Çук, апла тума пултарайман вăл, çапăçа-çапăçа чакса, Оренбурга тăшманран хӳтĕлеме тăрăшнă. Кĕçех тăшмансем Оренбург хулнне те йĕри-тавра çавăрса илнĕ. Çурçĕрпе хĕвеланăç енче — чехсем, кăнтăрпа хĕвелтухăç енче — Урал тăрăхĕнчи пăлхавçă казаксем. Вара Блюхер Оренбург таврашĕнчи пĕтĕм революциллĕ вăя пухса пĕрлештерет те çав ултă пинлĕ çара пĕтме памасть. Ана вăл çурçĕр еннелле, тăшман аллинчи çĕршыв урлă темиçе çĕр çухрăмлă çулпа, ертсе каять, хăйĕн çарне, вутлă ункăран кăларса, Хĕрлĕ Çарпа пĕрлештерет… Кăяш Тимкки Пăслăкра вăрттăн ĕçлеме юлать. Революцишĕн хĕçпăшалпа кĕрешме хатĕр çынсене пухма тытăнать. Икĕ ушкăн пухма шутлать Тимкка: пĕрне — хулан хĕвеланăç енчи хыр вăрманĕнче, теприне — тухăç енчи хура вăрманта. Пăслăк уесне хир енĕ тесе шутлаççĕ, хулине — хир енчи хула теççĕ. Ку сăмахсем чугун çул тăвакансенчен тухса кайнă пулмалла. Хыр вăрманĕнчен иртсен, Пăслăк çывăхĕнче хир енне çитсе кĕнĕ пек туйăннă-тăр вĕсене. Хуларан кăнтăр еннелле — вĕçĕ-хĕррисĕр тӳремлĕх, çеçенхир. Хули те Самар шывĕ çинче, айлăм та тӳрем вырăнта ларать. Çулла, типĕ çилсем вĕре пуçласан, хула урамĕсене хăйăр çуса каять… Хуларан ик-виçĕ çухрăмра, çурçĕртен кăнтăр еннелле, çӳллĕ ту йăранĕ тăсăлса пырать. Ту тăррипе айккисем çап-çара, аркипе хушăкĕсенче вара юманлăх кашлать. Унта этем кĕрсе çӳремен чăтлăхсем те пур, теççĕ. Çывăхрах çурçĕр-хĕвеланăç еннелле таçта çити тăсăлакан хыр вăрманĕ пуçланать. Кăнтăр енче, хулараи пилĕк-ултă çухрăмра, пĕр питĕ хитре вырăн пур. Улах та тӳлек ĕнтĕ. Çак тĕлте виçĕ юханшыв пĕрлешеççĕ: Самар шывне çылтăм енчен Тук, сулахай енчен Пăслăк юхса кĕреççĕ. Çакăнта çитсен ту йăранĕ, Тук тăрăх хĕвелтухăçнелле пăрăнса, пĕтсе пырать. Кунти ту хушăкĕсенче çĕр хăвăлĕсем пур. Çынсем хăшне пĕлеççĕ, хăшне пĕлмеççĕ те. Ту хыçĕнче хула çывăхĕнчи Сухоречка ялĕн пĕр вĕçĕ пуçланать. Çак вырăн тепĕр енчен те питĕ меллĕ: çывăхрах чугун çул иртет, виçĕ çухрăмра — Пăслăк станцийĕ, çичĕ çухрăмра — разъезд. Тук вăрринчен кăшт çӳлерех ĕлĕк арман пулнă. Халĕ унта хуралтăсен ишĕлчĕкĕсемпе арман пĕви çеç тăрса юлнă. Хула çыннисем кунта çӳремеççĕ, ялтан та килсе тухаканах çук. Сайра хутра çеç Сухоречка ачисем пулла килкелеççĕ. Çакăнта, кив арманăн ишĕлчĕк хуралтинче, укомăн юлашки ларăвĕ, вăрттăн ревкомăн пирвайхи ларăвĕ, пулса иртрĕ. Вăрттăн ĕçлекен уес ревкомĕн пуçлăхĕ губревком полномочийĕпе килнĕ Авандеев пулса тăчĕ. Паян çак ларура тата икĕ вăрттăн ревком турĕç. Пĕри хĕвеланăç енче, хыр вăрманĕнче ĕçлемелле, тепри хĕвелтухăç енче — хура вăрманта. — Подвойский юлташ мана тăшмана хирмелли савăл хатĕрлеме хушрĕ. Вăрманта хатĕрленĕ савăлсем çирĕпрех пулĕç, — терĕ Авандеев. Хыр вăрманĕнчи ревком пуçлăхĕ пулма унччен уком секретарĕ пулнă Ильин юлташа палăртрĕç. Хĕвелтухăçĕнчи ревком пуçлăхĕ Осокин пулать. Вăрманти ревкомсен задачи: чи малтан ялти коммунистсене, вилĕмрен çăлса, пĕр çĕре пухмалла, унтан вара партизан отрячĕ тумалла. Осокина сăнран мар, хушаматран çеç палларĕ Авандеев. Мишша-салтак Кăяш Тимккишĕн кĕтмен парне пек пулчĕ. Пĕрне-пĕри хальччен курманччĕ-ха вĕсем. Тимкка Чулçырмара пулкаланă вăхăтра Мишша салтакраччĕ. Ана Блюхер отрядĕнчен Ильин хăех суйласа илнĕ-мĕн. Лару пĕтсен, Авандеев Осокинпа уйрăм калаçрĕ, ăна чăвашла пуплесе тĕлĕнтерчĕ. — Эпĕ сана унччеи каламарăм. Кăяш Тимкки эпĕ, Самлей чăвашĕ. Санпа пĕрле ĕçлеме палăртнă юлташсем — сан янташусем. Эп вĕсене Блюхер отрячĕ кунта чух уйăрса илтĕм. Иккĕшне тӳрех Весуккана ăсатрăм, пĕри сирĕн пата каярах пырĕ… Мишша-салтак тĕлĕннĕçемĕн тĕлĕнет. Мереккелле те сейĕрле вылянă пек пулса тухать-ха. Самлей чăвашĕ Чулçырма чăвашне Мăрзабай Çимунĕпе, Ятрус Хрулккипе тата… Илюшăпа, Чугуновпа, тĕплĕн паллаштарма тăрăшать. — Вырăс ачине хăварма шутламанччĕ, хăй питĕ йăлăнчĕ, ялта ман Хĕрлĕ гварди пур тесе илĕртрĕ мана. Ачи шанчăклă та, юнĕ ытлашши вĕри. Ятрус Хрулккине пĕлетĕнех пуль ĕнтĕ. Сирĕншĕн шанчăклă хӳтлĕх пулать вăл. Мана е хăвна шаннă пекех шан ăна. Маншăн учитель те, атте те пулчĕ вăл: Хрулкка халĕ пирĕн майлă пулнине никам та пĕлмест, эсер тесе шанаççĕ ăна тăшмансем. Старике упрăр. Николаевĕ, чухларăн пуль, Мăрзабай таврашĕ. Ун пирки, пуян çемьерен тесе, ан иккĕлен. Чĕрепе те, ăстăнпа та революцие татăклă йышăннă вăл, пирĕн ĕçшĕн вилме хатĕр. Анчах асту, чăн та вилсе кайма пултарать. Сурансăр вырăн юлман ун. Сĕм вăрманпа Ятрус старик ăна чĕртессе шанатăп. Федотов пирки Осокин хальччен пачах илтменччĕ. Вăл Лешеккинчи тиечук ывăлĕ иккен. Прапорщик. Блюхер отрядĕнче командир пулнă. Партнзан отрячĕ тусан, командир пулма пултарать. Халĕ, офицерла тумланса, хулара юлнă. Ревком разведчикĕ. Кив арман хуралтисем хула енче мар, сăрт енче. Хăрушлăх сиксе тухсан, ту хушăкĕнче пытанма питĕ меллĕ. Çыхăну тытма уйăрнă çынсем вара çакăнта «пулла» килмелле иккен. Пулас ревкомсен членĕсем тĕрлĕ еннелле саланчĕç. Халăх пирки ялан юратса калаçакан Леонид Федотов пĕлтĕр ялта Назарпа курса калаçнă хыççăн нумаях иккĕленсе пурăнман, кĕр еннелле большевиксен партине çырăннă. Октябрь кунĕсенче вăл Питĕр таврашĕнче çапăçнă. Хĕлле ăна Хĕрлĕ гварди отрячĕпе Челябинск таврашне ăсатнă. Тăван хулана вăл тепĕр хут Ьлюхер отрячĕпе килсе лекрĕ. Кăмăлпа çемçешкерехскер, офицер е Хĕрлĕ Çар коман-дирĕ пулма шухăшламанччĕ Леонид. Вăл учительте е пĕр-пĕр наука тĕлĕшĕпе ĕçлеме ĕмĕтленетчĕ. Хытă самана çемçешке кăмăла та хытарать. Тепĕр «çемçешке» тата, йывăр кунсем килсен, чĕринче хальччен пытанса упраннă вăй-халне, паттăрлăхне сасартăк палăртать. Çавнашкал çын пулнă ĕнтĕ Каменкăри тиечук ывăлĕ. Офицер тумĕ килĕшет Леонида. Сăнпа та, калаçнипе те питĕ интеллигентлă çын пек курăнать вăл. Шуррисем иăпăр-япăрах чухласа илес çук вăл мĕнле офицер иккенне. Унăн, хулари ĕçсене сăнаса, «пулла çӳресе», пĕр-икĕ эрне Пăслăкра пурăнмаллаччĕ. Хайхи виçĕ кун та пурăнаймарĕ, — унăн, вилĕмрен аран хăтăлса, хуларан тармалла пулчĕ. Нихçан суйса курманскер, Леонид ĕнтĕ суйма та хăнăха пуçланăччĕ; юри тĕпчесе калаçман çынсем умĕнче суясси нимех те мар вĕт. Хĕрлисем вăхăтĕнче килте хӳре хĕстерсе пурăннă офицер вăл. Халĕ, ак, шуррисем çĕнтерсен, арчара усранă погонĕсене çакрĕ, шурă çара хутшăнса, хĕрлисемпе çапăçма та хатĕр. Çав кăна. Анчах юри тĕпчесе калаçма пултараканни те тупăнчĕ. Пĕррехинче Леонид урамра кĕтмен çĕртен Мăрзабай ывăлне тĕл пулчĕ. Кунран пытанма хĕнрех. Çапăх шикленмерĕ хăй, «авалхи тусне» тĕл пулнăшăн «савăнса» калаçрĕ. Лешĕ тусне пĕлтĕрхи пек ыталамарĕ. Малтан тĕпчесе куçран пăхрĕ. Ыйтасса нимех те ыйтмарĕ, халлĕхе ĕненчĕ пек. Каçхине хăй патне хăнана пыма чĕнчĕ. Назарпа тĕл пулни пĕр енчен лайăх. Хыпарсем ытларах пĕлме пулать. Çав вăхăтрах ку тискер çынран хытă сыхланмалла. Каланă вăхăт çитеспе ревком разведчикĕ авăрланă револьверне кĕсйине чикрĕ те чĕннĕ çĕре васкасах кайрĕ. «Ик-виç сехет хушшинчех эп камне тĕрĕслеме ĕлкĕреймĕ-ха», — шухăшларĕ вăл. Назар хăйĕн «авалхи тусне» хăй меслечĕпе тĕрĕслеме шут тытнă пулнă иккен. Ун хваттерне Леонид хула хĕрринче шыраса тупрĕ. Чим-ха… мĕн ку? Чул хӳмеллĕ чул çурт. Хапха умĕнче часовой тăрать. Иртсе кайсан лайăхрах пулмĕ-ши? Офицер пӳрт номерĕсене сăнаса килнине курсан, часовой ăна хăех чĕнчĕ: — Эсир, ваше благороди, Федотов прапорщик пулсан, кĕрĕр. Назар Павлович сире кĕтсе тăрать. Малалли тĕлĕкри пек хăвăрт пулса иртрĕ — шухăшласа тăма вăхăт та пулмарĕ. Назарĕ, чăнах та, хăнине ĕçме-çимепех кĕтсе илчĕ. Хăй вара малтанхинчен те кăмăллăрах калаçать. — Сан валли пĕр хаклă парне хатĕрлерĕм, Леонид, — терĕ вăл, темшĕн куçне хĕссе. — Сисетĕп ĕнтĕ, эсĕ те халь хĕрлисене ман пекех кураймастăн. Сан кăмăлна тупас терĕм. Сĕтел хушшине лариччен пĕр мухтавлă ĕç тăвар-ха. Çапла сăмахлакаласа, Назар хăнине килкартине ертсе тухрĕ. Унта, чул хуралтă тавра, пăшаллă часовойсем çӳреççĕ иккен: паçăр, пӳрте кĕнĕ чух, çакна Федотов асăрхаман та. «Тĕрме-ши кунта е контрразведка-ши?» — çиçсе иртрĕ шухăш Леонид пуçĕнче. Назар команда панă хыççăн часовойсем хуралта алакне уçа пуçларĕç. Хĕрлисен генералне тытрамар, — терĕ Назар, Федотов енне çаврăнса. — Паçăрах пемеллеччĕ те ăна, сан валли хăварас терĕм. Тен, çыннине паллатăн та пуль: кунти уесри çар комиссарĕ пулнă. Леонид хуралтăран кăларнă çынна пĕрре пăхсах палларĕ: чăнах та, Сучков юлташ. Хăйне курнăччĕ, анчах паллашса ĕлкĕрейменччĕ… — Аçта, кунтах перетĕр-и? — ыйтрĕ Леонид, сассине лăпкăрах кăларма тăрăшса. — Кунтах пуçланăччĕ те… Шăрăх, час шăршланать. Ав, инçех мар, улăхра, шăтăк хăйсенех алттартăмăр. Ку паян вунпĕрмĕш. Сан тӳпӳ. Эсĕ çак тăшмана пеме салтаксене команда парăн. Кăмăлу пулсан, хăвах пер. Сан мĕн, кольт-и е браунинг-и? — Назар Леонидăн мăкăрăлса тăракан кĕсйи çине куçĕпе сĕлтрĕ. — Кольт. Юрĕ, хамах перĕп, — тесе, Леонид кĕсйинчен револьверне туртса кăларчĕ. Çук, Назарăн та шалчи тулман курăнать, Леонидăн та вилме вăхăт çитмен пулнă иккен-ха… Çав самантра пӳртрен салтак чупса тухрĕ. — Полковник чĕнет сире, ваше благороди, телефон çĕмĕрсе кăшкăрать. Часрах… Назар, аллипе сулса, конвоя тăхтама хушрĕ, хăй пӳр-телле ыткăнчĕ. Конвоирсем — леш часовойсемех. Вĕсем Назар алă сулнине асăрхаймарĕç, анчах офицерсен юлашки сăмахĕсене лайăх илтнĕ-мĕн. Комиссара, çурăмĕнчен чыша-чыша, хапха еннелле уттарчĕç. Федотов, револьверне алăра вы-лятса, вĕсем хыççăн утрĕ. Пуçа пĕр шухăш çеç пăралать: «Хапхаран тухса, пӳрт хыçне пулма ĕлкĕресчĕ». Чун-хавал кăна васкать çав. Урана васкатма юрамасть. Çапах та, хапхаран тухсан, сассине хаяртарах кăларма тăрăшса, конвоя васкама хушрĕ. Хапха умĕнчи часовой тĕлĕнмерĕ, ку та большевика персе курасшăн терĕ пулмалла. Пӳрт хыçне пăрăнса ӳксе, шăтăк еннелле пĕр хĕрĕх утăм пек утсан, «офицер», конвоирсен умне тухса, комиссара револьверпа чышрĕ. — Васка, вăхăт сахал пирĕн, — терĕ вăл. Хăй çав самантра варт! çаврăнса тăчĕ те револьверĕпе салтаксене тĕллерĕ: — Пăрахăр пăшалăрсене, ну! — терĕ вăл лăпкă та çирĕп сасăпа. Тĕлĕнсе хытса кайнă салтаксем пăшалĕсене лаштах пăрахрĕç. — Каялла çаврăнса, пилĕк утăм тăвăр. Халь вырăнтан ан хускалăр. Шуррисен полковникĕ те пулăшать-ха Федотова — Назар çаплах курăнмасть. Халь ĕнтĕ комиссарăн хыçала çавăрса çыхнă аллисене салтасси çеç юлчĕ. Леонид, сулахай аллипе кĕсъерен çĕçĕ кăларса, чĕн пăява касрĕ. Унтан конвоирсен пĕр винтовкине Сучкова тыттарчĕ, теприне хăй илчĕ те кĕпер еннелле чупрĕ. — Унталла мар, ман хыçран чуп, — тинех сасă кăларчĕ комиссар. — Кĕперпе хăваласа çитме пултараççĕ. Тӳрех шыва сикĕпĕр. Самар çыранĕ инçех те мар. Тревога хускалман-ха. — Пăрах пăшална. Хăвăртрах чупар! — вилĕмрен чĕрĕлнĕ комиссар халь ĕнтĕ хăй команда пачĕ. Çырана çитсе шыва сиксен, Сучков шывра шĕмпĕртете пуçларĕ, пит-куçне хытса ларнă юнран çуса тасатрĕ, ăшĕ каниччен шыв ĕçрĕ. — Кунта ăшăх, ишмелли пĕр-ик хăлаç кăна, — терĕ вăл. Таркăнсем шыв урлă каçса хăвалăхри тĕм айне канма ларсан, хула хĕрринче тревога пуçланчĕ. — Салтакĕсем эс команда парасса кĕтсе тăчĕç-ши е хăйсем те тарчĕç-ши? Тарман пулсан, сан тусу персе вĕлерет вĕсене, — терĕ Сучков, унтан чышкипе хула еннелле юнаса: — Эсир ман алла лексен, вĕçерĕнеймĕр! — тесе кăшкăрчĕ. Вилĕмреи çăлăннăшăн савăннипе ним калама та пĕлмест кĕлеткипе пысăк та кăмăлĕпе ача пек комиссар. Халĕ те тăна кĕрсе çитмен Леонид шарламасть. Уншăн çак теветкеллĕ те хăрушă ĕçе вăл мар, пачах урăх çын тунă пек туйăнать. Пăртак сывлăш çавăрнă хыççăн лăпланнă пек пулсан, Сучков Федотова контрразведкăна пырса кĕнĕшĕн хытă ятларĕ. — Полковника тав ту. Вăл çине тăрсах шăнкăравламан пулсан, эпĕ кăна мар, эсĕ те пĕр тулăксăр пĕтеттĕн, — терĕ вăл. — Çапах та пĕр усал офицера персе вĕлереттĕм-ха. — Ун пирки ан пăшăрхан. Ку тнскер эсремете сана памастăп. Манран нимле полковник та, генерал та хăтараймĕ ăна. Юланутсем тӳрех кĕпер урлă кустарчĕç. Тĕттĕмленсе килет. — Кунта пăрăнаймаççĕ вĕсем. Пăрăнсан, лачакана путса вилеççĕ. Ту аркине çитичченех шурлăх сарăлоа выртать ку тĕлте. Çӳрес тесен, сукмакĕсене пĕлмелле. Аçталла каймаллине кана кала, шанчăклă сукмакне тупăпăр ăна. Ревком пуçлăхĕ Авандеев пулать тенине илтнĕччĕ. Хăйне курса паллашма ĕлкĕреймерĕм, — чарăнмасăр пăшăлтатрĕ Сучков. Ир еннелле таркăнсем Тук вăррине хирĕç ларакан ту хушăкне çитрĕç. Вĕсене ревком патрулĕ чарчĕ, аллисене çӳлелле çĕклеттерчĕ. Авандеев иккĕшне те хула таврашĕнче хăвармарĕ. Пĕрне Весуккана, Осокин патне, теприне хыр вăрманне, Ильин патне, ăсатрĕ. Шурă Атăл таврашĕнче Рамаш Чулçырмара нулнăранпа çулталăк ытла иртрĕ. Çулталăк? Пĕлтĕрхи çимĕкри яш-кĕрĕм вăййи ĕнер кăна пулса иртмерĕ-и? Тепре шухăшласан, çав уяв нихçан пулман пек те туйăнса каять. Тен, тĕлĕк çеç вăл? Çук, тĕлĕк мар. Оля — тĕлĕк мар. Акă унăн çырăвĕсем. Хăй те яланах куç умĕнче. Кăçалхи çимĕк улталарĕ ăна, таçтан, Шурă Атăл леш енĕпе иртсе кайрĕ… Рамаш шухăшласа хунă тăрăх, Шурă Атăл çимĕк умĕн хыçа юлмаллаччĕ — хĕвелтухăç емче. Халĕ те вăл хыçа юлчĕ, тулькĕш хĕвеланăç енче. Аçта каяççĕ вĕсем? Хуларан тухни виççĕмĕш кун. Хыçра Шурă Атăл, умра, мал енче — Йĕнерлĕ Ту. Урал тăвĕсен хапхи. Çывăхрах пек, хăй çаплах çывхармасть-ха. Тата миçе çухрăм? Вуннă тесен — вуннă, хĕрĕх тесен — хĕрĕх… Малтисем каллех сулахаялла пăрăнчĕç. Вăрманпа шăртланнă Йĕнерлĕ Ту умра мар ĕнтĕ халь, — сылтăм енче. Ма унталла пăрăнчĕç малтисем? Паллах, Ахмер ялне тĕлленĕ. Стерлитамак çарне сулахай эсер Прозоровский ертсе пырать. Мĕнле пулчĕ-ха ку?! Мĕншĕн Стерлитамакăн мĕнпур революциллĕ сĕткенне сулахай эсер ертсе пырать? Уес Совнаркомĕн председателĕ вăл… Малтанхи председатель вăхăтсăр вилнипе çапла пулса тăчĕ, Стерлитамакри революци ĕçĕ эсер аллине лекрĕ. Çак хăрушă вăхăтра Казин юлташ та хулара пулмарĕ вĕт. Прозоровский вырăнне çавă пулинччĕ — вăл хыпарсем пĕлме тата Самарти ревкомпа çыхăнма кайрĕ те каялла таврăнаймарĕ. Е Самарта, е çул çинче тăшман аллине лекрĕ пуль. Рамаш ăна питĕ кĕтсе пурăнчĕ, ун урлă ашшĕ пирки те хыпар пĕлме ĕмĕтленнĕччĕ… Çакăн пек канăçсăр шухăшсем вĕреççĕ Рамаш пуçĕнче. Халь ăна тăван ашшĕ те паллаймĕ. Пичĕ-куçĕ унăн йăлтах хĕвелпе пиçсе кайнă, çилпе кушăхнă. Каччăн пĕвĕ те кăшт ӳснĕ, кăшт сарăлнă. Елĕк вĕçкĕнрех тумланакан приказчик халь тум пирки шухăшламасть курăнать, пилĕк вĕçлĕ хĕрлĕ çăлтăрлă, симĕс сăмсаллă карттусĕ тусанпа та пылчăкпа вараланнă, симĕс гимнастерки шупкаланнă. Çумри хĕçпăшалĕ хăйĕн тепĕр çын валли те çителĕклĕ: сулахай енче хĕç, сылтăм енче наган, çурăм хыçĕнче карабин… Рамаш ĕлĕкрех Маркелов отрячĕпе пĕрле уес тăрăх кулак пăлхавĕсене пусарса çӳрерĕ. Каярах Арбузов отрядĕнче пулчĕ. Халь кам ун командирĕ? Хăй те пĕлмест. Никам та пĕлмест. Пăлхав пуçаракан кулаксене персе вĕлернĕшĕн командирсене айăпласа пĕтерчĕ Прозоровский. «Капла ĕçлесе, халăха ытлашши хирĕçтеретпĕр, пăлханма сăлтав паратпăр», — терĕ вăл. Уншăн кулак та — «халăх». Рамаш пĕрмаях тĕрлĕ отрядсенче пулнăран — лашаллă. Лашаллисем кунта мĕнпурĕ те çĕр çынран ытла мар. Рамаш, уттарса пырса, вĕсенчен кая юлчĕ. Вара, çултан" пăрăнса, Стерлитамак çарне сăнама пикенчĕ. Лайăх пуçлăх пулсан, чăнахах тăшманшăн хăрушă çар пулма пултарать вăл. Кам кăна çук-ши кунта? Вырăс, чăваш, пушкăрт, тутар, çармăс, мăкшă, нимĕç, эстонец… Пĕр сăмахпа: интернационал. Революци пĕрлештерчĕ вĕсене. Халĕ Прозоровскисем çак вăя сапаласа яма тăрăшаççĕ. Хĕçпăшал та çителĕклĕ вĕт. Анчах командирсăр пăшалĕ те пемест çав. Рамаш васкамасăр, йĕнерне майлаштарнă пек пулса, çаплах çул хĕрринче мĕшĕлтетсе тăчĕ. Сăнать, чунне вĕчĕрхентерсе шухăшлать. Çук, ырри пулмасть пуль çав пĕр вырăнтан хăпса каяйман çартан. Кусем камсем тата? Чечен тумланнă, куçлăх кăшăлĕсем ылтăн хăйсен, çӳçĕсем вăрăм. Чĕриклетекен урапасем çинче улпут пек ларса пыраççĕ. Чăнах та улпутсем мар-ши? Çук, меньшевиксемпе сылтăм эсерсен пуçлăхĕсем — заложниксем иккен. Вĕсене тарма ним те мар. Конвой çук. Пурпĕрех эсерсен тыткăнĕнчен тармаççĕ. Чун тарăхса çитнипе Рамаш йĕнер çине сиксе ларчĕ те айăпсăр лашине нухайккапа кастарса илчĕ. Лаши малалла сиккипе ыткăнчĕ. Эх, çапла сиктернĕ май, хĕç туртса кăларса, тăшман пуçне касасчĕ. Акă, малта пар лаша кӳлнĕ çунатлă тăрантас курăнчĕ. Çук, тăрантас çинче ларса пыракан Прозоровский тăшман мар. Совнарком пуçлăхĕ, Стерлитамак çыннисемшĕн — Совет влаçĕ. Рамаш лаши те, çавна сиснĕ пекех, çунатлă тăрантас патне çите пуçласан, чупма чарăнчĕ. Ахмер ялĕнче Совнарком ларавĕ пулчĕ. — Хулана кăлахах хăвартăмăр эпир, чехсем кунта килмеççĕ, — терĕ Прозоровский. — Пирĕн революцие хирĕç те майлă та хутшăнмаççĕ вĕсем. Самарпа Ĕпхӳре чехсем тискерленеççĕ тени — суя сăмах. Ман шутпа, ниçта кайма та кирлĕ мар, хуланах таврăнмалла. Совет влаçĕ ним хăрушлăхсăр хуларан халăха пăрахса кайни — килĕшмен япала. Паникерсене итлесе, ахалех эвакуăци турăмăр… Командирсем мĕн каланине эсерла шухăшлакан Совнарком членĕсем шута илмерĕç, халех хулана таврăнма решени йышăнчĕç. Рамаш хулараи юланутпа тухса кайнăччĕ, каялла вăл машинăпа пырса кĕчĕ. Петровскинче япала турттаракан машина тупăнчĕ. Машина çӳретме пĕлекен çын çуккипе Рамаша йрĕксĕрлесех çĕнĕрен шофер турĕç. Хулана тĕттĕмленеспе çитрĕç. Тиевне каланă çĕрте пушатсан, Рамаш машинине Совнарком çывăхĕнчи пĕр тăвăр тăкăрлăка лартрĕ. Кăнтăрла питĕ шăрăхчĕ. Халь сывлăш кăшт уçăлчĕ. Рамаш пушмакне хывса пăрахрĕ, пиçиххине салтса, йӳле пилĕкĕн юлчĕ, тĕрлĕ хĕçпăшалне ларкăч айне пытарчĕ. Хăй кабинăна меллĕрех вырнаçрĕ те çав самантрах çывăрса кайрĕ. Тул çутăлнă. Хула урамĕсем шăпах. Мирлĕ хулара часовойсем те, патрульсем те çук. Прозоровскин йĕркесĕр-леннĕ çарĕ хула тăрăх саланса пĕтнĕ. Отрядсăр юлнă командирсем пĕр хуйхăсăр çывăраççĕ. Рамаш та çаплах. Ватă карчăк пĕчĕк хапхаран ĕне хăваласа кăларчĕ. Ени, мĕшĕлтетсе, машина патне пырса тăчĕ, кабинăн уçă алăкĕнчен пуçне чиксе мăшлатрĕ. Карчăк, хулă тытса, ĕне патне танккарĕ, анчах урам тăршшĕпе пысăк çуртсем еннелле çаврăнса пăхрĕ те, пĕр самантрах çамрăкланнă пек, килкартине каялла йăпăрт çеç чупса кĕчĕ. Никам хӳтĕлемен хулана тăшман çитсе кĕнине чи малтан кураканни çав карчăк пулчĕ… Совнарком çурчĕ умне нырса тухнă юланутсем Рамаш машинине асăрхарĕç. Виççĕш-тăваттăшĕ çавăнтах ун патнелле вĕçтерчĕç. Рамаша ĕне мăшлатса кавлени вăратрĕ. Шофер, карăнкаласа, ĕнепе калаçма пуçланăччĕ кăна, çав вăхăтра такам сасартăк кабина тăррине нухайккапа çатлаттарчĕ. Рамаш çара уран, йӳле пилĕкĕн кабинăран сиксе тухрĕ. Шофер пуçне тĕлленĕ нухайкка ĕне çурăмне пырса лекрĕ. Ĕне салтаксенчен çав териех хăраса ӳкмерĕ, шартах сикрĕ те пĕрре-иккĕ çеç ярса пусрĕ. «Чехсем!» — тавçăрса илчĕ Рамаш. Салтаксенчен пĕри, Рамаш пуçнĕ касас пек, тем кăшкăрса, хĕç вылятать. Рамаш ăнланчĕ: машинăна хускатса яма хушать. Харсăр йĕкĕт аптрасах каймарĕ, хăйне хăй хăвăрт алла илчĕ, вара пушкăртла тем калаçса, машина пуçĕ тавра чупкаларĕ, мотор уççипе майлаштарса çавăркаларĕ. Юланутлă чехпа Рамаш хушшинче ĕне никамран хăрамасăр кавлесе тăрать. Юнашарах — хапха калинкки хупăнса та çитмен. Рамаш, ĕне хыçне пĕшкĕнсе, мулкач пек тапса сикрĕ те, калинккерен вăркăнса кĕрсе, ăна çурăмпа тĕкĕлерĕ. Çав самантрах тимĕр питĕркĕч шаклатрĕ. Куна урамра мĕн пулнине шăтăк витĕр сăнаса тăракан харсăр пушкăрт ачи тунă иккен. Рамаш пушкăртла мăкăртатнине илтнĕ вăл. Халь Рамаша çанăран сĕтĕрет, пытанма хушать. Çак вăхăтра урам вĕçĕнчен çине-çине пăшал пени илтĕнчĕ, таçта пулемет шатăртата пуçларĕ. Машина тавра тапăртатакан юланутсем каялла вĕçтерчĕç. Рамаш пушкăрт ачине сирсе урама чупса тухрĕ. — Кĕтмерĕн, кĕтмерĕн чехсене, йытă! — сасăпа ятласа илчĕ вăл Прозоровские. Унтан, шăлне шатăртаттарса, ларкăч айĕнчен карабинне туртса кăларчĕ, çĕр çине тăсăлса выртса, пеме пуçларĕ. Ун çумне тата тепĕр хĕрлĕ гвардеец чупса пырса выртрĕ. Сасартăк Рамаш питне, темскер çапăнса, вут тивнĕ пек ыраттарчĕ, янахĕ вĕçнелле юн йăрăлтатса юхса анчĕ. Рамаш питçăмартине хыпашласа пăхрĕ: — Пульăпа та мар, турпаспа переççĕ, эсреметсем! — терĕ вара вăл, сурса. Тăшман пули, хапхана тивсе, турат куçне сирпĕтсе янă иккен. Ун пĕр татăкĕ Рамаш питне пырса тăрăннă. — Маттур, йĕкĕт, юнлă çăварпа та шӳт тума пăрахмастăн, — терĕ Рамаш çумĕнче выртакан хĕрлĕ гвардеец. Ку унăн юлашки сăмахĕ пулчĕ: тăшманăн тепĕр пули ăна тӳрех пуçран пырса лекрĕ. Рамашăн çуклă-пурлă патронĕсем пĕтсе çитрĕç. Чехсем вара çывăхах килсе тухрĕç. Рамаш юлашки хут вĕсен еннелле печĕ те пушанса юлнă карабинне ывăтса ячĕ, хăй, упаленсе, паçăрхи хапхаран кĕрсе кайрĕ. Пушкăрт ачи каллех хапхана шатлаттарса питĕрчĕ. «Эх. Прозоровский, Прозоровский! Мĕн тери çынсене кăлăхах пĕтертĕн. Енерех сан пуçна хĕçпе касмаллаччĕ иккег», — шăлне шатăртаттарчĕ Рамаш. … Персе вĕлерчĕç ăна, Прозоровские, анчах хĕрлисем мар, шуррисемех. Нумай çын пуç хучĕ çавăн чух Стерлитамак хулинче. Сапăçма пултаракан отрядсемех, сыхăлăх туйăмне çухатса хула тăрăх сапаланса пĕтнине пула, чехсем хулана пырса кĕрсен, вĕсемпе Рамаш пек сасартăк ыйхăран вăраннă коммунистсемпе рабочисем çеç тĕллĕн-тĕллĕн çапăçкаланă. Сахал çын Ашкадар юханшывĕ урлă каçса хăтăлнă Хуларан тухса ĕлкĕрнĕ çынсем хăшĕ пĕртен-пĕр кĕпер еннелле чупнă, хăшĕ шыв урлă ишсе каçма пикеннĕ. Тăшман пулисенчен сахалăшĕ кăна хăтăлнă. Рамаша вилĕмрен хулара пурăнакан пушкăрт çемйи хăтарчĕ. Кил хуçи, сăран заводĕнче ĕçлекен рабочи, ăна тӳрех палласа илчĕ. Кайран вара пытанса пурăнакан çамрăк коммуниста вăл хула хыпарĕсене тăтăшах пĕлтерсе тăчĕ, хурлăхлă ĕçсемшĕн Рамашпа иĕрле хурланчĕ. Рамаш пушкăрт ачи пулса уйăха яхăн пурăнчĕ ун çемйинче. Çамрăк каччă самаях шăтса тухнă уссине хырма пуçланăччĕ ĕнтĕ, халь вара юриех хырмарĕ. Тути усси айне пулсан, Рамаш сăнĕ палламалла мар улшăнчĕ. Çапах хулара ăна сасăран паллакансем тупăнĕç. Ырă çынсем патĕнче ĕмĕр пытанса пурăнаймăн, ăçталла та пулин тухса каясах пулать. Хĕвелтухăçнелле кайма çул татăлчĕ, унта, кĕпер патĕнче те, çыран тăрăх та — яланах патрульсем çӳреççĕ. «Хĕвеланăçнелле танккас», — терĕ вара пĕччен юлнă çамрăк коммунист. Чăнах та, Стерлибаш ялне çитесси çеç, лерелле вара чехсем пулас çук. Кам та пулин ăнсăртран палласа илесрен те хăрамалла мар. Çапах та хуçасем Рамаша кăпăр-капăр кăларса ярасшăнах пулмарĕç. Ана тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшрĕç. Пĕркун урама ĕне хăваласа кăларма ĕлкĕрнĕ ватă кинемей чăваш ачине хăйĕн мăнукĕ вырăннех хура пуçларĕ. Рамаш пушкăрт маррине вăл ниепле те ĕненесшен мар. Харсăр пушкăрт ачи Афзал Рамаша пичче тесе чĕнекен пулчĕ. Хуçасем пулăшнипе Рамаш инçе çула хатĕрлене пуçларĕ. Кĕççе шлепке тупрĕ, жилетка тăхăнчĕ, — тутар усламçисем çулла пиншаксăрах жилетка тăхăнса çӳреме юратаççĕ. Урана мĕн тăхăнсан та пырать, çăпата çеç сырмалла мар. Пĕр-пĕр кĕлесĕр пушмак е кунчасăр атă пуçĕ кирлĕ. Тата арча тупас пулать, усламçăсем йăтса çӳрекен пĕчĕк арча. Кунчине касса атăран пушмак турĕ Рамаш. Хуçа ăна çĕмĕрĕлсех пĕтеймен кивĕ арча тупса пачĕ. Арчана юсанă май пулас усламçă ун тĕпне икĕ хут хăма сарчĕ, хăмасем хушшине парти билетне тата Оля çырăвĕсене хĕстерсе хучĕ. Хăйĕн хĕçпăшалĕ тăшман аллине лекнĕшĕн Рамаш питех пăшăрханмарĕ. Пĕччен пурпĕрех ним те тăваймĕччĕ вăл. Юлташсене тупсан, пăшалĕ те пулĕ. Халь ĕнтĕ арчана тултарма вак-тĕвек тавар кирлĕ. Кăна тупма хĕнтерех. Пушкăрт килĕнчи япаласене пуха пуçларĕç: çип-йĕп, булавка, тĕрлĕ кашăк-кĕшĕк. Тата темиçе аршăн тĕрлĕ тĕслĕ лента тупăнсан, урăх ним те кирлĕ мар. Ана лавккана кайса сутăн илмелле. Укçа кирлĕ. Укçине те таçтан тупрĕ хуçа, Афзала лавккана темиçе хут чуптарчĕ. Лента çеç мар, тата чĕнтĕр, шпулька çиппи, çĕрĕ тавраш илтерчĕ. Вăл хăй те çамрăк чух усламçă пулса курнă иккен. Çапла, çын пулăшнипе Рамаш, çĕнĕрен чĕрĕлсе тенĕ пек, вăхăтлăха усламçă тутар пулса тăчĕ. Тĕрлĕ чĕлхе пĕлни кĕрешӳре пĕрре мар пулăшнăччĕ-ха ăна, халĕ, тен, тепĕр вилĕмрен те çăлĕ, çĕнĕ юлташсем тупма та пулăшĕ. Ытларикун Стерлибашра пасар. Пирĕн «усламçă» çула тухрĕ. Çурăмĕ хыçне вăл арча çакса янă, аллинче — туя. Рамаш шăллĕпе, Тараспа, пĕр çулхи Афзал ăна хуларан тухичченех ăсатса ячĕ. Хула хĕрринче вĕсене икĕ салтак тĕл пулчĕç. Макăрса пыракан ачапа унăн «усламçă пиччĕшĕ» çине вĕсем çаврăнса та пăхмарĕç. Анархистпа монархист тата сулахай эсер Хуларан хăрушă хыпарсем киле пуçларĕç: Самарта Совет влаçне пĕтернĕ, патша каллех вырăнне ларать имĕш. Çакăн пек хыпар сараканни Лешеккинче — Фальшин, Чулçырмара — Хаяр Макарпа Смоляков пулчĕç. Пуçĕсене каллех çĕклеççĕ çав çĕленсем. Виçĕ Якур пушшех анархистланса кайнă. Ана чаракан, ас кĕртекен çук. Салтакран таврăннă çынсем асăрхаттаркаларĕç — итлемест. «Эпĕ — власть, мана халăх суйларĕ», — тет. Юлашки вăхăтра чăвашпа вырăс пĕр ушкăнран пулни палăрми пулчĕ. Виçĕ Якур Чулçырмара хăй тĕллĕн уйрăм пухусем пухать, хăйне хăй ял Совечĕн председателĕ вырăнне хуракан пулчĕ. Тĕнчери лару-тăрусем мĕнле пулсан та, Тук шывĕ урлă кĕпер хывмаллах. Вăл ĕç кăçал ăнăçлă иртмелле пек: ялта арçын нумай, вĕсене пĕрлештерсе килĕшӳллĕ ĕçлеттерме ял Совечĕ пур. Кĕперне, тен, пĕр хирĕçмесĕрех туса пĕтеретчĕç, анчах каç еннелле унта Фальшин пырса çитрĕ. Вăл ĕлĕкхи пекех çутă атă, сатин кĕпе тăхăннă, мăйран йĕс тăха — староста палли — çакнă, аллинче тимĕр туя. Ана курсан, Виçĕ Якур урсах кайрĕ, темтепĕр каласа хăртма пуçларĕ. Фальшинĕ вара тӳсеймерĕ — туйине çĕклерĕ. Виçĕ Якур вырăса хăлхаран тыттарса чикелентерчĕ. Çавăнтах çынсем пырса хутшăнчĕç — ĕлĕкхи пек çапăçма мар, çапăçаканнисене чарма. Вырăссем — Фальшина, чăвашсем — Виçĕ Якура алăран тытса тăраççĕ. — Эп сана, патша йыттине, хупса лартатăп… персе вĕлеретĕп, — сурчăк сирпĕтсе кăшкăрать Виçĕ Якур. Фальшин çĕлен пек чашлатать: — Пĕтрĕ сирĕн йытă влаçĕ. Самарта власть комуч аллине куçнă. Сан пек урнă йытăсене персе вĕлернĕ унта, Чехсем престола Михаля патшана лартаççĕ. Эпĕ халь кунта — патша влаçĕ. Сана, Егоров, ыранах Çĕпĕре ăсататăп… Вырăссем те, чăвашсем те патша старости мĕн калаçнине тĕлĕнсе итлесе тăраççĕ. Те чăн, те суя ĕнтĕ ун сăмахĕсем. Куç умĕнчех çĕнĕ влаçпа кивĕ власть йытă пек харкашаççĕ, пĕрне-пĕри кăшласа тăкма хатĕр. Тук леш енче пĕр улăп пек пысăк та тĕреклĕ çын кунта мĕн пулнине сăнаса тăрать… Ку вăл — Ĕлĕм-Чĕлĕмĕн аслă ывăлĕ Пали. Тăчĕ-тăчĕ те çак улăп чĕнмесĕр, туса пĕтермен Хĕперĕн юписемпе каштисем тăрăх циркач пек çăмăллăн сиксе, ку енне чупса каçрĕ. Пали кĕпер тума çара уран килнĕ. Ура лапписем хăйĕн кĕреçе пек. Фальшин хăраса ӳкрĕ. — Вырăссем! Мĕн пăхса тăратăр? Сирĕн старостăра вĕлереççĕ вĕт чăвашсем. Кăраву-у-ул! — çухăрса ячĕ хăй çавăнтах. Пали малтанах Виçĕ Якур патне çывхарчĕ: — Эсĕ, Якур Якурчă, власть пулас тесен, капла ан пуçтахлан. Халăх сăмахне ытларах итле, — ӳкĕтлерĕ вăл ăна, унтан вырăс енне çаврăнчĕ: — Ан çухăр, эсремет. Сана вĕлерсе, çылăха кĕмĕпĕр. Самарта мĕнле влăсть тетĕн-ха? Кам вучĕ тетĕн? Камăн вутне эпĕр хамăрах пĕлетпĕр. Сана хăвна тахçанах Çĕпĕре ăсатмалла. Çăпата Михалине эсех çапса вĕлернĕ теççĕ, шуйттан… Фальшина тытса тăракан вырăссем сирĕлчĕç. Пали старостăн йĕс тăхине туртса татрĕ те шыва ывăтрĕ, унтан кивĕ влаçăн тимĕр туйине те çавăнталлах вăркăнтарчĕ. — Туяпа та, йĕс тăхупа та халь пире хăратаймăн. Ху вилĕмрен хăратăн пулсан, кĕпер патне ан çывхар. Пыр, чуп часрах. Самарта мĕнле власть пулсан та, кунта пирĕн Совет влаçĕ, çавна ан ман. Çапла каланă хыççăн Пали вырăса ял еннелле çавăрса тăратрĕ те çăмăллăн çеç тĕртсе ячĕ, унтан кĕреçе урипе кутран тапрĕ. Лешĕ, хытă тапман пулин те, чикеленсе кайрĕ. Ура çине тăрсан, çаврăнса та пăхмарĕ, малалла вĕçтерчĕ. Пĕр çĕр хăлаç чупрĕ те чарăнса тăчĕ, çынсене чышкипе юнаса темскер кăшкăрчĕ. Кĕпер тăвакан чăвашсем ахăлтатса кулма тытăнчĕç. Вырăссем те кулмасăр тӳсеймерĕç. Пали умне таçтан Филька килсе тухрĕ. — Хисеплĕ Павел Ермилович, сана Илья Чугунов ячĕпе тата Филимон Лапшин ячĕпе тавтапуç, — тесе, ăна алă пачĕ. Пали, тĕлĕнсе, малтанах ним тума аптрарĕ, унтан тавçăрса илчĕ, вырăс ачи аллине тытса чăмăртарĕ. Лешĕ йытă çури пек çухăрса ячĕ, сылтăм аллине аран туртса илсе, татса пăрахас пек силлеме тытăнчĕ. Халăх каллех кула пуçларĕ. Пĕрле ĕçлекен çынсем харăс кулма тытăнсан, ĕç ăнать вара… Фалынин йĕс тăхине арча тĕпĕнчен ахальтен мар туртса кăларнă. Суя хыпарсем хыççăн Чулçырмана тĕрĕс хыпарсем те çитрĕç. Самарти влаçа чăнах комуч тесе калаççĕ иккен. Учредительный съезд пухăвĕн членĕсен комитетне кĕскетсе çапла ят панă пулать. Еçхалăхĕ вăл ята йышăнмарĕ, шуррисен влаçне учредиловка тесе ят паче. Куçминккара та власть улшăннă. Сутăнчăк Белянкин ĕлĕк сулахай эсер ячĕпе Совет влаçĕ çумне çыпăçнăччĕ, халĕ вăл, «сылтăм» енне куçса, çĕнĕ влаçа юрама пĕлнĕ. Тĕрĕссипе вара вăл ĕлĕк те Совет влаçне шалтан сиенлеме тăрăшнă. Çавăнпа ăна халĕ старшина туса хунă. Совет влаçĕ пĕтĕм таврара та пĕр Чулçырмара çеç юлнă. Ана Виçĕ Якур никамран хăрамасăр тытса тăрать. Совет членĕсем те харсăр çынсем. Пĕр Селĕп Кириле çеç, хăравçăрахскер, ниçта та тухмасть. Шатра Миккапа Кĕркури хăрасах каймаççĕ-ха. Кунта тата пĕр мерекке пулса иртрĕ. Хаяр Макарпа Смоляков пуху пухрĕç. Чулçырмара староста суйласшăн вĕсем, земствăна та чăвашран пĕр çын суйласа ямалла теççĕ. Анчах пухăва фронтран таврăннă çынсем ытларах пухăнчĕç те Хаяр Макарсене ытлашши калаçтармарĕç. — Камвучне йышăнмастпăр. Пирĕн хамăрăн власть пур, Совет влаçĕ. Урăххи кирлĕ мар, — терĕç вĕсем. Хаяр Макар вара ытлашши шăрчăкланма хăрарĕ. Смоляковĕ те шӳт тунă пек калаçа пуçларĕ: — Мĕн пулать ара капла, шухăшласа пăхар-ха. Иĕри-тавра çĕнĕ власть, комуч влаçĕ. Эпнр ăна йышăнмастпăр… Пирĕн ял уйрăм патшалăх пулать-и вара? — Пулать! — кăшкăрчĕ сасартăк Самана Тимĕркки — Чулçырма республика пулать. Пирĕн хамăрăн совнарком пур, Егор Егорчă Егоров — совнарком пуçлăхĕ. Замана! Сывă пултăр Чулçырма республики! Халăх кула-кулах пухуран саланчĕ. Виçĕ Якур пая ним хирĕçмесĕр-кăшкăрмасăрах халăх мĕн калаçнине итлесе ларчĕ. Тимĕрккен ӳсĕр пуçпа каланă сăмахĕ пит килĕшрĕ ăна. Чулçырма «республикин» ирĕк пурнăçĕ вăрăма пымарĕ. Кĕçех яла Белянкин килсе çитрĕ. Пĕччен мар вăл, унпа нĕрле Киселев улпутăн управляющийĕ тата пĕр офицерпа виçĕ салтак килнĕ. Чулçырмана мĕн ĕçпе килсен те, Белянкин яланах пĕр хапхаран, Мăрзабай хапхинчен, пырса кĕрет. — Савăнăçлă хыпар пур сан валли, Павел Алексеич, — терĕ вăл кĕнĕ-кĕменех. — Ывăлу, Назар Павлович, хулара. Карательный отряд командирĕ. Хитре офицер. Пĕтĕм уесĕпе йĕрке туса çӳрет. Кĕçех кунта та килсе çитĕ. Çакна илтсен, савăнчĕ те, хурланчĕ те Мăрзабай, анчах хăй туйăмне çынна палăртмарĕ: «Хыпаршăн тавтапуç, Фадей Панфилович», — терĕ. Кăмăшка ĕçсе кăшт калаçкаласа ларнă май Белянкин хăйсем кунта мĕн çăмăлпа килнине каларĕ, Мăрзабайран кĕркунне помещик именине кам-кам çаратни çинчен ыйтрĕ, — Пурне те пĕлсех каймастăп. Пуян пуяна çаратнă терĕç ун чух, — терĕ хуçа шӳтленĕ пекрех. — Пуянсем пирки калаçмăпăр. Вĕсем помещике мĕн чул сиен тунине хăйсемех, хăйсен ирĕкĕпе тӳлĕç. Пуян маррисем пулнă унта. — Фадей Панфилч, чипертерех калаç-ха эсĕ. Эпĕ суд умне тăнă çын мар вĕт, эсĕ ху та прокурор мар. Пĕлесех тетĕи пулсан, кунта пирĕн Совет влаçĕн пуçлăхĕ пур. Çавна тĕпче. Хĕлле çав влаçа тума эс ху килменччĕ-и-ха? Мăрзабай çапла тĕртсе хуни эсер кăмăлне каймарĕ пулас. Кăштах чĕнмесĕр ларнă хыççăн Белянкин авалхи тусĕн куçĕнчен тӳррĕн пăхрĕ те: — Ку сăмаха эс сивлесе каларăн-и? — терĕ. — Эх, Павел Алексеич, хăвах пĕлмелле: эпĕ вĕт çĕр ĕçлекенсен интересĕшĕн вĕтеленетĕп. Ун чух хресчен большевиксем хыççăн кайрĕ, эпир те вара вăхăтлăха Совет влаçĕпе килĕшрĕмĕр. Халĕ самана улшăнчĕ. Тĕреклĕрех мужик тырă пирки большевиксене тӳртĕн çаврăнса тăчĕ. Паллах, пире çав кăна кирлĕччĕ. Большевиксем тата тепĕр енчен те хăйсемех пулăшрĕç пире — парти ятне улăштарчĕç. Халь коммуна, коммуннст сăмахпа хресчене мар, такама та хăратма пулать. Калаçу ку йĕрпе кайни халь ĕнтĕ хуçана килĕшмерĕ. Белянкинăн юлашки сăмахĕсене илтмен пек: — Сире сивлеме ăс çитереймĕп эп, Фадей Панфилч, — терĕ вăл. — Сивлес тесе мар, пирĕн енчи пĕр мыскара пирки каласа култарасшăнччĕ çеç эп сана. Кунта пирĕн уйрăм республика вĕт. Совета суйланă Виçĕ Якур ятлă çынна астăватăн пуль? Çавă ĕнтĕ Чулçырма республикин премьерĕ. — Ăстăватăп, — терĕ Белянкин, кулам пекки туса. Хăй çав вăхăтрах шухăшларĕ: «Халĕ те аяккалла пăрăнса юласшăн-и эс? Юрĕ-ха, ывăлу килсен, пăркаланма памĕ вăл сана». Çапах чее чăваш кăмăлне тепĕр май тĕрĕслесе пăхас терĕ хăй: — Итле-ха, Павел Алексеич. Эс мана Совет влаçне тĕпчеме. хушрăн. Халех сирĕн виçĕ хут Егорăра çакăнта чĕнтерсе тĕпчесе пăхас мар-и? — Ман çурта власть çурчĕпе ан арпаштарах, Фадей Панфилч. Кунта хăна пул, лере кайса власть пул, — терĕ те Мăрзабай тепрер черкке тултарчĕ. — Çитет, Павел Алексейч, чăнах та ĕç тума вăхăт çитнĕ, — терĕ те Белянкин, сĕтел хушшинчен тухрĕ. Вăл кăшт кăмăлсăрланнине хуçа «сисмерĕ». Белянкин, комуч кăларнă закона кура, помещик правине шăппăн кăна хӳтĕлеме килнĕччĕ. Анчах анархистпа çыхлансан, ĕçне те шăппăн тăваймăн, ыррине те кураймăн. Виçĕ Якур Белянкина курсанах шăртланчĕ. Леш лăпкă сасăпа тĕпчеме тытăнчĕ. Якур кăшкăрма пуçларĕ: — Эс, контра, мĕн шăл йĕрсе ларатăн! Кам çаратни мĕне кирлĕ сана? Улпут пурлăхне, пĕтĕмпех пухса, Куçминккана ăсатрăмăр. Икĕ лашине ĕçтăвком хушнипе лашасăр çынсене патăмйр, виççĕмĕшне батрак илсе килнĕ, Мăрзабай тарçи. Совет влаçĕ батракран туртса илме пултараймасть… — Итле-ха, Егоров, ăнлан хăвăн пăтранчăк пуçупа, — терĕ Белянкин, сассине улăштармасăрах. — Совет влаçĕ пĕтрĕ, урăх нихçан та пулас çук вăл. Эсĕ халь никам та мар. Санпа комуч влаçĕ калаçать, эсĕ те чипер калаç, ан кăшкăр. Улпут управляющине илсе çӳрекен кучер хайхи леш тутар хуралçă пулчĕ. Вăл хуçи патне темскер калама кĕчĕ те Виçĕ Якура тӳрех палларĕ. — Пăлхавçăсен атаманĕ вăл, господин начальник. Çавă кĕлет алăкĕсене тапса çĕмĕрекенни. Виçĕ Якур калаçакан енне варт çаврăнса пăхрĕ, хăй те Киселев хуралçине палларĕ. — Сана хăвна пуçхĕрлĕ çакас пулать. Эс ху улпут лашисене илме хушнă. Киселев пурлăхне пиртен ытларах çаратрăн пуль-ха! — кăшкăрчĕ харсăр чăваш. — Суятăн, знакум, суятăн, большевик. Эпĕ сире лаша паман, вăйпа илсе кайрăр, мана çыхса хăвартăр, — терĕ чее тутар. Виçĕ Якур нимрен ытла «суятăн» тенине тӳсеймест. Тутар «суятăн» тесе хăй суйма пуçласанах, Якур «знакума» тӳрех янахран хаплаттарчĕ. Салтаксем Якур патне ыткăнчĕç. Ку вĕсене те сирпĕтрĕ… Тăваттăн-пиллĕкĕн пĕр çынна каярахпа пурпĕрех лăплантарчĕç, Виçĕ Якур вара Белянкин еннелле сурчĕ те шăлне шатăртаттарса: — Асту, сутăнчăк йытă! Эп сана пурпĕрех пăвса вĕлеретĕп. Эп вĕлермесен, ман юлташсем вĕлерĕç, — терĕ. Хăравçă Белянкин шурса кайрĕ, унтан хăй те ылмаш сасăпа Виçĕ Якур пекех кăшкăрчĕ: — Коммунист вăл… Большевик! Çакăнтах персе вĕлерес ăна. Белянкин хуçа мар çав. Çар çыннисен хуçи — помещикăн управляющийĕ. Белянкина мар, çавна пăхăнаççĕ вĕсем. Вăл урăхла каларĕ офицера: «Персе ĕлкĕрĕпĕр. Кунта юрамасть. Пирĕн халь тепĕр яла васкамалла. Халлĕхе ăна хупса хăварас. Ыран, Куçминккана таврăннă чух, хамăрпа пĕрле илсе кайăпăр», — терĕ. Белянкинсем улпут ĕçĕпе кӳршĕ яла кайрĕç. Икĕ салтака, хăйсем таврăниччен тесе, Виçĕ Якура хураллама хăварчĕç. Салтаксем Виçĕ Якура Тук шывĕн чăнкă çыранĕ хĕрринчи уйрăм ларакан кĕлете хупнине Хветюк лайăх курчĕ. «Çăлас мар-и ăна?» — ачалла харсăрланса шухăшларĕ вăл. Вара чăннипех те ăна çăлма шут тытрĕ. Хветюк пĕлет: Хвекле кинемейĕн кĕлет урайĕ çĕрĕк. Унта шăтăксем те пур. Çыран енчен кĕлет айне кĕрсе выртсан, алă пăчкипе пĕр-пĕр шăтăкне çăмăллăнах пысăклатма пулать. Ку план ăна килĕшмерĕ: часовойĕ пăчкă сассиле илтме пултарать. Кăшт шухăшласа ларнă хыççăн Хветюк пуçне тепĕр шухăш пырса кĕчĕ. Кĕлет урайне шал енчен алăпа пĕчĕккĕн тăпăлтарма пулать. Алă кĕмелĕх шăтăк пур унта, ăна аслатма ним те мар, çĕрĕк урай хăмисем тĕпренсе кăна тăраççĕ. «Мĕнле систерес-ши Якур пиччене? Епле? — шухăша кайрĕ Хветюк. — Сăмахпах асăрхаттарас. Салтакĕ — чех. Вăл чăвашла мар, вырăсла та путлĕ пĕлмест. Çапах та асăрханас пулать. Хаяр Макар таврашĕсем илтсен, хама та хупса лартĕç». Каç пулсан, Хветюк, витре йăтса, Тук хĕррине шыв ăсма анчĕ. Аннă май мăрăлтатса юрлам пекки турĕ. Салтак ачана чарма мар, хăй те Хветюк пек мăрăлтата пуçларĕ. Хветюк вара уçă сасăпах янраттарса ячĕ: Якур пичче, итлесем, тăнласам! Якур пичче, итлесем, тăнласам! Урай хăми çĕрĕк-çарăк. Урай хăми шăтăк-путăк. Санăн аллу тимĕр алă, тимĕр алă, Пĕр шăтăкне аслăлат, аслăлат. Хуралçăран асăрхан, асăрхан. Асăрхансан, илтес çук, илтес çук. Илтрĕн пулсан, паллă ту, паллă ту!.. Çапла юрласа, витре йăтса хăпарчĕ Хветюк. Часовойăн ĕçес килсе кайнă. Вăл, ачана чарса, витрине лартма хушрĕ, унтан пĕшкĕнсе ĕçе пуçларĕ. Çав вăхăтра кĕлĕтри çын алăка шанлаттарчĕ, вырăсла тем кăшкăрчĕ, çавăнтах чăвашла та пĕр сăмах хушса хучĕ. «Илтрĕ-ĕм!» — тенине уйăрса илчĕ Хветюк. — Не крисяйт, не шумейт, — çухăрчĕ часовой, алăк патне çывхарса. Леш урăх «крисяйт» тумарĕ. Хветюк часовоя, тата ĕçетĕн-и тенĕ пек, витре çине кăтартрĕ. Часовой пуçне пăркаларĕ те алă сулчĕ. Çĕрĕк урайлă кĕлет çĕрле пушанса юлнăшăн хуралçăсем пăшăрханмарĕç. Кĕлет çăрине никам та уçман, çĕмĕрмен. Кам айăплă? Паллах, офицер. Анчах ăна кам айăплатăр? Чехсемшĕн пĕр хресчен тарни ним те мар. Управляющий хăйĕн айăпне сиссе шарламарĕ. Белянкин çеç, Виçĕ Якур сăмахне аса илсе, хăраса ӳкрĕ. Çак ĕçсем пулнă хыççăн эрне иртсен, Белянкин сасартăк çухалчĕ. Куçминккаран Якальне юланутпа тухса кайнă вăл. Хăй вара Якальне те çитмен-мĕн, каялла та таврăнман. Вăрманти вăрттăн ĕçсем Белянкин икĕ питлĕ пулнине вулăсри коммунистсем çийĕнчех сисеймен. Лешĕ, коммунистсемпе активлăрах Совет членĕсене сутса, хăйĕн пуçне çăлнă, шурă чехсемпе комуч влаçĕшĕн шанчăклă çын пулса тăнă. Якалĕнчи чылай парти ячейкине тĕпĕ-тымарĕпех пĕтерни — çавăн ĕçĕ. Якалĕнчи пĕр Яшкин хушаматлă чăваш, хĕрĕхсенчен иртнĕ çын, Кăяш Тимккипе ĕлĕкех туслă пулнă. Çавăнпа та вăл вунçиччĕмĕш çулхи лару-тăрăва малтанах тĕрĕс анланса илнĕ. Çавăн пекрех çын вырăсра та тупăннă — Серафим Дятлов. Якальсемшĕн революци тени Яшкинпа Серафим Дятлов пулса тăнă. Пĕрне хушаматпа çеç, теприне ятпа та каланинчен тĕлĕнмелли çук. Яшкин таврашĕ-сем Якалĕнче урăх пулман, Дятловсем — тем чухлех. Тĕлĕнмелле йĕкĕреш пулнă çав вырăспа чăваш: янташсем, тантăшсем, иккĕшĕ те лутра та кĕрнеклĕ, иккĕшĕ те сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă. Янах шăммисем те вĕсен пĕр пекрех курăннă. Пĕр сăмахпа каласан, пĕртăван йĕкĕрешсем тейĕн. Вăрçăран таврăннă салтаксене пĕтĕçтерес енчен вĕсем чулçырмасенчен те ирттернĕ. Кунта тĕвĕленнĕ парти ячейки вулăсра кăна мар, уесра та чи пысăкки пулнă. Мĕнпурĕ çиччĕн пулнă вĕсем, Якаль большевикĕсем: пилĕк вырăс, икĕ чăваш. Коммунистсем кунта Совет влаçне пулăшас тĕлĕшпе вăйлă ĕçленĕ, çавăнпа ялти кулаксене те хытăрах кӳрентернĕ. Чехсем çĕнтернĕ вăхăта пиллĕкĕн юлнăччĕ весем — ватăраххисем, вăрçа кайманнисем. Иĕкĕреш тусăн шухăшсем пĕр йĕрпе пынă, анчах кăмăлĕсем кăшг юпленсе кайнă. Яшкин Белянкина юратман, шанман ăна, Дятлов — хисепленĕ, ĕненнĕ. Çавăн пирки пĕтнĕ те пилĕк коммунист. Чехсем хулана йышăннине илтсен, Якалĕнчи коммунистсем пурте вăрмана, Серафим Дятловăн хурăнташĕ пулнă лесник пӳртне пурăнма куçнă. Серафимĕ Белянкинпа калаçнă чух çав лесник пӳрчĕ пирки асăннă, лешĕ, манăн та пытанмалла пулать тесе, çакăн çинчен Дятловран юриех шахвăртса ыйтнă. Пĕррехинче ирхине ирех Лесник пӳртне чехсен отрячĕ çавăрса илнĕ. Пӳрте офицерпа пĕрле Белянкин кĕнĕ. Çавăн чух Серафим Дятлов тарăхнипе çӳçне тăпăлтарсах кăшкăрашнă. Белянкин ăна: «Лăплан, Серафим Демьянович, саншăн хăрушлăх çук, эпĕ туссене инкекре хăвармас-тăп. Юлташусене хулана ăсататпăр, сана вара эсер тесе вилĕмрен çăлтăм», — тенĕ. Пӳртре йĕкĕреш тус çеç çывăрнă, ыттисем йывăç кĕлетре пулнă. Яшкин Серафим кăшкăрса ярсан тин вăраннă, тĕлĕнсе, урлă-пирлĕ пăхкала пуçланă. Дятлов, кăшт лăпланса: «Апла иккен, Фадей Панфилович, мана эсер тунăшăн тавтапуç», — тенĕ те Белянкина ăшран тапса антăхтарнă. Çав вăхăтра Яшкин сиксе тăнă, офицерне çапса ӳкерсе, пуканпа чăтлăх енчи чӳречене çапса çĕмĕрнĕ. Анчах чӳречерен те, алăкран та штыксем курăнса кайнă… Пплĕк коммуниста, вĕсемпе пĕрле Серафимăн хурăнташне те, çавăнтах персе вĕлернĕ. Çапла пулса иртнĕ Якалĕнчи трагеди. Вăрттăн ревком валли Ятрус Хрулкки Самлейпе Весукка хушшинчи вăрманта питĕ меллĕ, ăнăçлă вырăн тупса пăчĕ. Кунталла çын çӳресех каймасть: самлейсемшĕн те, весуккасемшĕн те «ют вăрман». Вырăнĕ тепĕр енчен ăнăçлă: вăрмантан тухмасăрах учитель пӳрчĕ патне çитме пулать. Чăтлăхсем, варсем урлă кайсан, тӳрĕ çулпа инçех те мар — пилĕк çухрăмран ытла пулмĕ. Малтанах виççĕнччĕ вĕсем, ревкомсем: Мишша-салтакпа Мăрзабай Çимунĕ тата Илюша Чугунов. Федотов хуларан килсе çитсен, тăваттăн пулчĕç. Ятрус учителе те шут-ласан — пиллĕкĕн. Пиллĕкĕн те… çапăçăва юрăхлисем халлĕхе иккĕн çеç-ха — Осокинпа Федотов. Илюша Авандеевпа çыхăну тытма хула çывăхĕнчи аслă Сухоречкăна каймалла. Унта унăн çывăх тăванĕсем пур, лешсен тăванĕсем хулара пур… Мăрзабай Çимунĕ халĕ ревкомшăн чăрмав çеç: чирлĕ çынпа айкашмалла. Анчах ун ячĕ кăна тем хака тăрать. Старшина пулнă Мăрзабайăн çывăх тăванĕ, ывăлĕ вырăнне пăхса ӳстернĕскер, хăйĕн ячĕпе кăна нумай çынна ревкомсене май çавăрма пултарать. Мăрзабай Çимунĕ Совет влаçĕшĕн кĕрешнине пĕлсен, иккĕленекеннисем те иккĕленме пăрахĕç. Ватă учитель, пĕрре пăхсан, паттăр ĕçсем тума пачах юрăхсăр тейĕн. Çав вăхăтрах ревкомшăн унран хаклă çын та çук. Ана эсерсем шанаççĕ, унран пытанмаççĕ. Таврари халăх та юратать ăна. Ун патне таçтан-таçтан чирлĕ çынсем çуран та, лашапа та килеççĕ. Нумайăшне вилĕмрен çăлнă вăл — пуянпа чухăнне, вырăспа чăвашне пăхмасăр. Унăн Весуккари пӳрчĕ вăрман хĕрринче ларать — пырса кĕме питĕ майлă. Çăвĕпе Ятрус вăрман сукмакĕсене такăрлатса çӳрет, сукмаксăр та аташмасть. Эмел курăкĕсем шырать вăл. Кăçал вăрман чăтлăхĕнче пытанса пурăнакан çынсене те тĕл пулкалать. Унран хăрамаççĕ çынсем, хăйсемех палласа хирĕç тухаççĕ. Ун пеккисене Ятрус ревком чăтлăхне çул кăтартса парать. Пĕр сăмахпа калас тесен, Ятрус учительрен шанчăклăрах, ревкомшăн усăллă разведчик тупаймăн. Çапла, Самлейпе Весукка таврашĕнче вăрттăн ревком ĕçлеме пуçларĕ. Çывăх ялсенче Совет влаçĕшĕн кĕрешме хатĕр çынсем пур та… сахалтарах. Осокин Чулçырмапа Лешекки çыннисем пирки ĕмĕтленет. Тук икĕ хĕррипе те халăх çĕкленсен, отряд пулатех. Чи малтанхи тивĕç — пытанса юлнă коммунистсене вилĕмрен çăласси. Куçминкка вунçичĕ çухрăмра. Унта Белянкин иртĕхсе пурăнать, коммунистсем çинчен чехсене систерсех тăрать. Чылай хушă большевиксемпе пĕрле ĕçленĕскер, уесри коммунистсене вăл нумайăшне паллать. Çавна кура, ревком Белянкин пирки ятарласа уйрăм решени йышăнчĕ. Шăп çав вăхăтра Ятрус Хрулкки Самлейĕнчен тĕлĕнмелле хыпар илсе килчĕ… Виçĕ Якур Хветюк пулăшнипе çĕтĕк кĕлетрен тарнă хыççăн эрне ытла Якаль вăрманĕнче, Якальпе Куçминкка хушшинче, пытанса пурăнчĕ. Каярахпа вăл, Самлейне çитсе, йыснăшĕсем патĕнче вăхăтлăха чарăнса тăчĕ. Пăлхавçă çын кунта та пăлхавăр тумасăр тӳсеймерĕ. Самлей хуларан та, Куçминккаран та инçетре ларать. Кунта влаçсем çӳресвх каймаççĕ. Çавиа кура самлейсем комуч влаçне хирĕç чулçырмасенчен те хытăрах пăлханаççĕ иккен. Якуршăн урăх ним те кирлĕ мар. Вăл халăха пухăва чĕнтерчĕ те кунта çĕнĕрен Совет влаçĕ туса хучĕ. Теветкеллĕ çын тупăннăран, самлейсем хăюланчĕç, ял старостине тытса хупрĕç. Виçĕ Якур Самлейне килсе кĕнĕ Ятруса та, эсер, усал контра, Белянкинăн тусĕ тесе, хупса лартасшăнччĕ. Ăнчах халăха эмеллесе пурăнакан учителе Совет членĕсем хупма памарĕç. Çавăн пирки Якур хăех чĕрĕлтернĕ Совет влаçĕпе хирĕçсе, вăрçса пĕтрĕ, Совет çуртĕнчен кăшкăрашса, сурса тухса кайрĕ. Каçченех çилли иртмерĕ унăн, ял çине урăх тухса çӳремерĕ. Тырă вырма та вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, ыраш анисем ĕлкĕрнĕ. Ирхине кил хуçисем хире ĕçе кайрĕç. Якура килте ача пăхма хăварчĕç. Икĕ ачапа йăлтах тарăхса пĕтрĕ Виçĕ Якур. Ачана йăпатма пĕлмест вăл, кăшкăрса, хăратса çеç пăрахать. Кайран, хăй кулсан та, ачисем йĕреççĕ. Çапла çуйăхса ларнипе, уçă алăкран ют çын пырса кĕнине те сисмерĕ таркăн. Ют арçын сассине илтсен, шартах сиксе алăри ачнне çĕре ӳкерчĕ, хăй ура çине сиксе тăчĕ. Мишша-салтак урайĕнче макăрса выртакан ачана, алла илсе, лăплантарма тăрăшрĕ. Çав хушăра Виçĕ Якур пĕр хускалмасăр хытса тăчĕ. — Эй, турăçăм, ман кĕлле илтрĕнех иккен, — хаш сывласа ячĕ вăл юлашкинчен. — Аçтан большевиксене шыраса тупас-ши тесе тарăхаттăм. Халĕ акă хăйсемех тупăнчĕç. — Тамаша! Анархнст турра кĕлтунине илтменччĕ-ха, — терĕ Осокин. — Çук, çук, Мишша! Эпĕ анархист мар. Эпĕ большевик халĕ, çавăнпа сире шыратăп. Турра асăнни вăл — йăлишĕн çеç. — Эсĕ, Якур, хăвна ху большевик тесе тахçанах калаçатăн, ху большевик картине кĕреймерĕн-ха. Халь пире тата коммунист теççĕ. Çав ятран хăрамастăн-и? — Эп нимрен те хăрамастăп! — сисмесĕрех кăшкăра пуçларĕ Якур. — Коммунистсем офицерсене, сутăнчăк эсерсене хирĕç пулсан — эпĕ те коммунист. Осокин Якурпа юнашар ларчĕ, куçран пăхса, вăл мĕнле майпа кунта килсе çитни çинчен ыйтрĕ. Якур хăй ялтан мĕнле тарнине йĕркипе каласа пачĕ. — Ак мĕн калам сана, Егоров юлташ, — терĕ çакăн хыççăн Осокин. — Сан валли пĕр ĕç пур. Çав ĕçе тусан, сана хамăр ушкăна йышăнăпăр. Ревком приговорĕ тăрăх, пирĕн пĕр çынна пуçтарса хурас пулать. Белянкин ятне илтсен, Виçĕ Якур сăнĕ çĕнĕ уйăх пек çуталса кайрĕ. — Ĕçне тунă тесе шутла, Осокин юлташ. Мана паянах йышăнма пултаратăр. Эпĕ ăна… хам приговорпах пăккин турăм. Осокин питех тĕлĕнмерĕ. Виçĕ Якур сăмахне ĕненчĕ вăл, мĕншĕн тесен Егоров, чăнах та ĕнтĕ, хăйне персе вĕлерес тенĕ çынна ахаль хăварас çук. Çапах ревком пуçлăхĕ, Якур кĕтнĕ пек, ун ĕçне хавас-сăн ырлани пулмарĕ. Ырлама мар, пуçне пăркаласа сивлерĕ пек. — Эх, Якур, Якур, анархистлах хăтланатăн иккен, — терĕ вара. — Йышăнасса йышăнăпăр та… асту, Егоров юлташ, эпĕ сана малтанах асăрхаттарасшăн: капла хăвăн приговорупа хăтланни — юлашки пултăр. Ревком ирĕкĕнчен тухсан… ан ӳпкелеш вара. — Юрĕ, юрĕ, ăнлантăм. Анархистпа большевик хушшинче уйрăмлăх çакă пуль ĕнтĕ. Дисциплина! — Уйрăмлăхĕ вăл кăна мар, — терĕ Мишша-салтак, айванрах юлташĕнчен ăшра кулкаласа, — анчах йĕркелĕх пирки çирĕп ăнлантăн пулсан, юрĕ вара… Картишĕнче сасăсем илтĕнчĕç, Якур малтанах хатĕрлесе хунă пуртă аврине ярса тытрĕ. — Ан çуйхаш, хамăрăннисем, — терĕ Осокин. Алăкран Совет членĕсем килсе кĕчĕç. Хайхи «усал контрă», Ятрус учитель, вĕсен хушшинче, Якура куçран пăхса, шăппăн кулса тăрать. Тамаша! Вăрманти çынсен ушкăнĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ӳсе пуçларĕ. Таврарп коммунистсем, тарнисем те, унччен тарма шухăшламаниисем те, пĕр çĕре пухăнса чăмăртанчĕç. Çапах йыш отряд тумалăхах çук-ха. Мишша-салтак тăван ялти хĕçпăшал пирки те, унти çынсем çинчен те манман. Илюшăпа Виçĕ Якура çавăнта разведкăна ярса пăхас терĕ ревком. Вăрттăн çулсемпе чнперех кайса килчĕç ревком çыннисем. Виçĕ Якур чăрсăрланса Илмен шывĕ тăрăх тӳрех вĕçтересшĕнччĕ, Илюша ăна чарчĕ: ревком тавра çулпа кайма хушнине аса илтерчĕ. Егоров вара Мишша-салтак сăмахĕсене те астурĕ пуль, пĕрремĕш хут хăйне хăй ирĕксĕрлесе, çын каланине итлерĕ. Илюша, çĕрле. Тук урлă каçса, юлташĕсемпе курса калаçрĕ. Виçĕ Якура арăмĕ ялти ĕç-пуç çинчен каласа пачĕ. Хыпарсем çапла иккен: ĕççи пулин те, ял çыннисем вăхăта ĕçленинчен ытларах митинг туса ирттереççĕ. Чулçырмари Кĕркури оратор пек калаçакан пулнă, Лешеккисем Радаевпа Илюша килсе тухасса кĕтсе пурăнаççĕ. Ха-лăха пăлханма сăлтав нумай. Помещик çĕрĕ çине акнă тырра комуч влаçĕ туртса илесшĕн. Икçĕр теçеттин пухса илмен тырра помещик комуч правительствине сутнă пулать. Тыррине те туртса илесшĕн, çĕрпе усă курнăшăн та укçа тӳлеттересшĕн. Каменка ялĕн мĕнпурĕ çĕр пин тенкĕ тӳлемелле. Тата шуррисен çарне мобилизацилес пирки сăмах сарăлнă. Фронтра пулнă çынсем: «Вăрçа каймалла пулсан, шуррисемшĕн çапăçмастпăр, пурпĕрех Хĕрлĕ Çара тарса каятпăр», — тесе калаçаççĕ. Организатор пулсан, ял паян тесен паян Совет влаçĕшĕн кĕрешме çĕкленмелле. Чулçырма хыпарĕсене пĕлнĕ хыççăн ревком çакăн пек йышăнчĕ: Осокин, Федотов, Чугунов, Егоров халех Чулçырма вăрманне куçаççĕ, Николаев ытти çынсемпе пĕрле кунта юлать… Совет влаçĕшĕн Фальшин Никонĕ кепер тунă вăхăтра староста пулма ытла васканăччĕ. Ун чух власть тĕсĕ Куçминккара та палăрса çитменччĕ-ха. Халĕ уççăнах палăрать ĕнтĕ: паянхи власть шурă тĕслĕ-мĕн. Çавна кура Белянкин, унччен шупка хĕрлĕ сăнлă пулнăскер, шурсах кайрĕ. Фальшин шурă тĕс пирки хăйĕнле шухăшларĕ: «Паллах, преетола шурă Патшана лартаççĕ». Шурă патша — ырлăха тенине вăл пĕчĕккĕ чухнех илтнĕччĕ. Халь законлă йĕркепех староста ĕнтĕ вăл. Çапах тем çитмест-ха ăна. Ывăлне кĕпер тĕлĕнче темиçе хутчен шыва чăмтарчĕ. Тимĕр туйине тупрĕ Васька, йĕс тăхине тупай-марĕ. Те çавăнпа, те урăх сăлтавпа, Каменка старости патша чухнехи карта ларайман-ха. Влаçĕ те унăн — çур власть кăна, чăваш енне сарăлаймарĕ. Сарăлĕччĕ те… кĕпер урлă каçма хăрать староста. Унта халь ун тăшманĕ хаяр Егоров çук пулин те — теприсем пур. Хăрушă Пали пур, ун шăллĕ харсăр Кĕркури пур, шатра пуçне çĕкленĕ юмахçă пур. Çавсем хăйсене хăйсем власть вырăнне хурса халăха пăтратаççĕ. Ку енчисене те шанмалли çук. Хăйсем шăпăрт пек, пурпĕрех влаçа пăхăнмаççĕ. Çавна пула староста хăйĕн ĕçне тăваймарĕ: помещик шыракан укçана та пухаймарĕ, салтака кайма тивĕç çынсене те Куçминккана ăсатаймарĕ. Белянкин пирки хыпар çитсен, Фальшин ял çыннисене ытлашши хĕстерме хăракан пулса кайрĕ. Çавăнпа вăл яла карательсем килессе тем пек кĕтсе пурă-нать. Килессе килчĕçех вĕсем, пиллĕкĕн. «Сахал», — пăшăрханать Фалынин. Пĕркун чăваш енне килнисем чехсемччĕ, кусем — вырăссемех, ял пуянĕсемпе купсасен ывăлĕсем. Асли вĕсен теветкеллĕ çын пулас, вăрăм уссиллĕ маттур офицер. Назара, Мăрзабай ывăлне, лайăх пĕлет, анчах ăна темшĕн Николаев тесе чĕнет. Ун пирки сума хурса калаçать пек, çав вăхăтрах «пирĕн пĕчĕк Наполеон» тесе шăл йĕрет. Назарĕ уесĕпех карательсен чăн асли иккен. «Хăй кунта килмен-ха, урăххисене янă, — шухăшларĕ Фальшин- Тăван ялта йытăланасшăн мар. Халăх çилли ашшĕне тивесрен хăрать пуль». Çавăн пирки офицертан ятарласах ыйтрĕ. — Николаев-и?! — ахăлтатрĕ лешĕ. — Кĕтсех тăр! Кирлĕ пулсан, ял çыннисене мар, тăван ашшĕне те йĕплĕ хулăпа пĕçертĕ. Кăнтăр енне кайрĕ-ха вăл. Унта, фронт çывăх пулнипе, çара кутсем кунти пек мар пăлханаççĕ: комуч çыннисене вĕлереççĕ, пирĕн отрядсем çине те тăрăнаççĕ. Шар кăтартатех ĕнтĕ вĕсене Николаев поручик. Шутсăр хаяр офицер. Унăн ашшĕ те çавнашкал хаяр çын-и? Пире хăнана чĕнет пуль-ха вăл? — Мурзабайкин хаяр-и? — йĕрĕннĕ пек, тутине пăрчĕ Фальшин. — Сĕрĕнкĕ çын. Хăнана чĕнмест вăл сире. Хăналама унран шанчăклăраххисене тупăпăр. — Николаев шанчăклă мар-им? Интереснă! — тесе, офицер атă кунчине нухайккапа çатлаттарса илчĕ. — Йӳтенĕ вăл. Çынпа ĕçме юратмасть, пĕччен ĕçет, — терĕ Фальшин. — А-а! Виççĕмĕш Александр патша пек пуласшăн апла, — тесе, уссине пĕтĕркелерĕ офицер. Сухоречка пуянĕсем карательсене чаплăрах çуртра — Медведев патĕнче — хăна тăвас терĕç. Чулçырмаран Хаяр Макарпа Смолякова чĕнсе илчĕç. Ĕçнĕ-çинĕ хушăрах ыранхи ĕç пирки канаш турĕç. Еçĕ çăмăлах мар. Пĕр ĕç те мар-ха, икĕ ĕç. Помещик çĕрĕшĕн укçа тӳлеттермелле тата йризыва тивĕç çынсене çара ăсатмалла. Мобилизаци пирки пĕлтернĕренпе эрне иртнĕ пулин те, Каменка ялĕнчен призыв пунктне пĕр çын та пыман. Çыхланасшăн мар пулас. — Чăвашран пуçлар, — терĕ Фальшин. — Унта вĕсем халĕ те Совета пăхăнаççĕ. Малтанах, кунта чĕнтерсе илсе, Совет членĕсене хупса лартас пулать. Унтан призыва кайма тивĕç çынсене, пĕрерĕн чĕнсе, пĕр çĕре пуçтарас. Куç-минккана питех каясшăн пулмасан, конвойпа хăваласа кайăпăр. Еçĕ те пĕтнĕ. Укçа тӳлеттерес пирки кусене ăсатнă хыççăн тин сăмах хускатăпăр. Сирĕн шухăшпа мĕнле пек? Тĕрĕс каларăм-и? — Сана, Никон Иванович, староста мар, губернатор тăвас пулать, — терĕ хĕрĕнкеленнĕ офицер. Çав вăхăтра Филька, каçпулттипе чăваш енне каçса, Кĕркурипе курса калаçрĕ те Чугун авăрне çуйăн вăлти яма кайрĕ. Пысăк вăлтана пĕр шыва ывăтса, пĕр кăларса тем вăхăт аппаланчĕ вăл. Вăрманта «тыркас шăхăрни» илтĕпсен, пуш вăлтана юлашки хут ывăтрĕ те хирĕç шăхăрса илчĕ, унтан, çырана хăпарса, Тикĕтпуссине кĕрсе çухалчĕ. Ирхине Елĕм-Чĕлĕм хапхине такам шанлаттарма тытăнсан, Пали хапха уçма васкамарĕ. Вăл малтан, тăм лаççа кĕрсе, Кĕркурипе калаçрĕ: — Карательсем çитрĕç. Эс хыçалти хапхаран тухса пăрăн. Совет членĕсене шыраççĕ вĕсем. Эп хам тухса калаçăп. — Хăçанччен пăрăнса çӳрес вара? Эс чарса тăман пулсан, тахçанах хĕрлисем патне çитнĕ пулăттăм. — Пыр, пыр! Тавлашса тăма вăхăт çук, пытан халлĕ-хе, кайран курăнĕ, — терĕ те Пали, хапха уçма кайрĕ. — Эсĕ мар, шăллу кирлĕ пире, — терĕ Фальшин. Хăй, Палирен шикленсе, салтак хыçне пытанчĕ. Пали, хăйне хăй чарса, пăлханмасăр калаçма тăрăшрĕ. — Шăллăм килте çук. Вăл ĕнерех арман авăртма кайрĕ. — Шăллуна халех чĕнтерме хушса хăвар, ху пирĕнпе пыратăн. Асту: Кĕркури тупăнмасан, эсĕ те киле таврăнаймастăн, — терĕ Фальшин. — Ан хăрат, эпĕ хăравçă мар. Хăрама эп япала вăрламан, çын вĕлермен, — терĕ Пали, Фальшина куçран пăхса. Унтан вăл Праские чĕнсе илчĕ те, ăна армана кайма хушна пек туса, чăвашла урăх сăмахсем каларĕ. Фальшин чăвашла калаçма вĕренменшĕн питĕ ӳкĕнсе илчĕ. Палине илсе кайсан, Ермишке мучи чĕлĕмне паклаттарнă май чылайччен пуçне пăркаласа ларчĕ: — Ырра мар… у ĕç, ай, ырра мар. Фальшинпа çыхлансан, ырри пулмасть. Çавсемех мана… айттăм… алаçакан турĕç. Çавсемех ĕнтĕ хура халăхран кулса пурăнаççĕ. Хуняшшĕн сăмахĕсене илтсен, Хвекле урамра илтĕнмеллех хӳхлесе макăрса ячĕ. Хĕрарăм хӳхленине илтсе, Ĕлĕм-Чĕлĕм нӳрчĕ патне кĕçех халăх пухăна пуçларĕ. Селĕп Кирилине Шатра Миккана, кусем йăваш çынсем тесе, Лешеккине пĕр салтакпа ăсатнă иккен. Палирен хăракан Фальшин Ĕлĕм-Чĕлĕм хапхи патне виçĕ çынна ертсе пынă. Фальшинпа Медведев çурчĕсем тĕлĕнче офицер уткаласа çӳрет, хушăраи çутă атă кунчине нухайккипе çатлаттара-çатлаттара илет. Çавăнтах, Медведевăн урамра ларакан чул кĕлечĕ умĕнче, Селĕп Кирилепе Шатра Миккана пĕр салтак сыхласа тăрать. Палине те çав чул кĕлет патнех илсе пычĕç. — Кăна шăллĕ вырăнне илсе килтĕмĕр, — терĕ Фальшин, офицер патне пырса. — Унăн шăллĕ — советчик, халь вăл килте çук. — Хăй вăл мĕнле çьш? Тен, шăллĕ пек мар пуль? Ку упана хамăра май çавăрсан, лайăхрах пулмĕ-и? — ыйтрĕ офицер, сассине пусарса, хăй каллех Палин улăп кĕлеткине сăнаса пăхса илчĕ. — Тискер çын. Ашчикĕ хĕрлĕ унăн, шăллĕнчен те хăрушăрах, — тавăрчĕ Фальшин. — Юрĕ. Ашчикĕ хĕрлĕ пулсан, çурăмне те хĕретĕпĕр. Офицер салтаксене хатĕр тăма хушрĕ, хăй çавăнтах, кĕлет умĕнчех, допрос пуçларĕ. — Эс, шĕвĕр сухал, мĕн шухăшлатăн? — пуринчен малтан Селĕп Кирилерен ыйтрĕ вăл. — Ма чĕнместĕн, чĕлхӳ çук-и е вырăсла калаçма пĕлместĕн-и? Эс Совет влаçне юрататни? Ма Совет членĕ пулма килĕшрĕн, кала. — Ман саклаçе ыйтмарĕç. Эп ним те пĕлместĕп, — терĕ Селĕп Кириле чĕтрекен сасăпа. — Чăн калать-и? — ыйтрĕ офицер Фальшинран.. — Чăн. Иăваш çын вăл. — Юрĕ. Унпа кайран калаçса пйхăпăр тата. Хупса лартăр халлĕхе ăна, — хушрĕ салтаксене офицер. «Медведевăн кĕлечĕ Хвекле кинемейĕнни пек мар. Кун-тан Виçĕ Якур пек тухса тараймăн, — шухăшларĕ Пали, — алăкĕ те, тăрри те тимĕр, урайĕ те çĕрĕк мар пуль». Шатра Микка — пысăк мар, хыткан та шĕвĕр пуçлă çын. Сăнĕ-пичĕ шăшинни евĕрлĕрех. Çавна офицер та асăрхарĕ. — Сана тата, шатра чума, мĕн тума Совета суйларĕç? — тăрăхласа ыйтрĕ офицер. — Халăхран ыйт. Эп хама хам суйламан, — хулăн сасăпа та çирĕп сăмахпа сасартăк офицера тĕлĕнтерчĕ пĕчĕк чăваш. Офицерăн куç харшисем çĕкленчĕç, — О-о! Эсĕ большевик мар-и, ача? Кала тӳрех: саншăн хăш власть лайăхрах? Совет влаçĕ-и? — Большевик пулма ăс çитмеи-ха ман. Совет влаçĕ — халăх влаçĕ, пĕр-пĕр комучсен влаçĕ пек мар. — Тӳррĕн калаçакансене юрататăп, — терĕ офицер, лĕх-летсе. — Сана та хупса лартăпăр. Унччен кучченеç тутанса пăх. Халлĕхе пилĕк нухайкка — ăс кĕртмелĕх, власть тутине тутанса пăхмалăх. Çапла каларĕ те офицер Миккана нухайккапа ăçтан лекнĕ унтан çапма пуçларĕ. Тӳсрĕ пĕчĕк чăваш. Пуçран çапнă чух нухайкка вĕçĕ куçран пырса тивсен те кăшкăрмарĕ, алăпа куçне хупларĕ çеç. — Мĕнле, çитет-и? Халĕ те Совет влаçĕ лайăх-и саншăн? Пали еннелле пăхнă пулсан, офицер, тен, пысăк чăваш сăнĕ хуралса кайпине, куçĕ вут пек çиçме пуçланине асăрханă пулĕччĕ… Шатра Микка шыçса кайнă куçне алăпа сăтăркаларĕ, унтан, пуçне çĕклесе, йĕри-тавра пăхса илчĕ. Çав вăхăтра вăл халăх пур енченех кунталла туртăннине асăрхарĕ те хулăн сасăпа хыттăн: — Совет влаçĕшĕн пилĕк нухайкка мар, çирĕм пилĕк яухайкка тӳсме хатĕр! — тесе кăшкăрса ячĕ. — Апла пулсан, çирĕм пиллĕк пултăр, — терĕ офицер, шăлне шатăртаттарса. — Шел, чĕрĕ хулă хатĕрлесе хумарăмăр. Нухайккапах çырлахмалла пулать. йĕмне антарса çаптарăр, — хушрĕ вăл салтаксене. — Каллех сахал пулсан, тата çирĕм пиллĕк хушса парăр. Икĕ салтак Шатра Миккана икĕ енчен çавăрса тытрĕ, каска çине тăсса вырттарчĕ… Пали, ăшĕ вăрканипе, чĕтре пуçларĕ. Нухайккасем икĕ енчен вашлатма тытăнчĕç. Офицер малтан шутлама пуçланăччĕ, анчах Микка кăшкăрмасăр тӳссе выртнăшăн çил-ленсе кайрĕ те: «Кашкăр пек уласа яриччен çаптарăр», — тесе алă сулчĕ. Палин чунĕ тăвăнса çитрĕ. Вăл, арăслан пек сиксе, офицера ураран ӳкерчĕ, ăна мăйран пăвса илчĕ. Карательсем, те тĕлĕннипе, те хăранипе, самантлăха вырăнтан хускалмасăр тăчĕç. Унтан пĕри, Миккана нухайккапа хĕнекенни, Пали çине сиксе ӳкрĕ, ун хыççăн — ыттисем те. Пали хăйне çапнине те, лăсканине те сисмест. Унăн тимĕр пек çирĕп аллисем тăшман пырĕнчен çаплах вĕçерĕнеймеççĕ. Çавăнпа вăл хăй те часах тăшмаи аллине лекрĕ. Пĕр карателĕ кĕсъерен чĕн кантра туртса кăларчĕ те улăпа ураран тăлласа илчĕ, тепри çавăн пек кантрапах ăна мăйран ункăларĕ. Мăйне мăйкăч пăвса илсен тин вĕçерĕнчĕç Пали аллисем… Фальшин, Палирен хăраса, пĕчĕк хапхаран килкартине чăмнăччĕ. Офицер сасси тепре илтĕнсен, вăл каллех урама чупса тухрĕ. Хăйĕн хăрушă тăшманне чĕн кантрапа тăлласа çыхса пăрахнине курсан, ăна тимĕр туйипе пырса çапрĕ. Офицер маузер туртса кăларчĕ. Анчах пемерĕ, маузер кĕпçипе Пали пуçне пырса шаккарĕ те: — Ан кĕт, халех пеместĕп, — терĕ. — Малтан сана тамăкри пек асаплантарса пĕтерĕп, апла та вилмесен вара персе пăрахăп. Офицер хушнипе икĕ салтак Палие шомполсемпе хĕне пуçларĕç. Пали тăма хăтланчĕ, çавăнтах ăна тепре çапса ӳкерчĕç. Миккана хĕнекеннисем те, офицер каласса кĕтмесĕрех, нухайкка вырăные шомполпа авăрланчĕç. Çав вăхăхра чан халăха пушар вăхăтĕнчи пек чĕнсе шанлаттарма пуçларĕ. Офицер сасартăк Фальшина хăйне нухайккапа тивертсе илчĕ, чан çапма чарма хушрĕ. Фальшин чиркӳ патне пĕччен кайма хăрарĕ, ывăлне чĕнсе илчĕ. Ашшĕ аялтан туяпа юнаса кăшкăрма тытăнчĕ, Васька чăнкă пусмапа чиркӳ тăррине хăпарма пуçларĕ. — Ан хăпарăр луччĕ, персе вĕлерме пултаратăп, — кăшкăрчĕ çӳлтен Филька. Анчах чан хытă янранипе вăл кăшкăрни илтĕнмерĕ. Филька револьверпа тĕлленĕ пек тунине курсан тин Васька чикеленсе чупса анчĕ. — Атя, ывлăм, часрах, çын куçĕнчен пăрăнар, — нăйкăшрĕ ашшĕ. — Лешсем хăйсемех килсе чарччăр. Ытла вĕри пăтă пĕçерме пуçларĕç. Пăттине хăйсемех çиччĕр. Чан сассипе халăх çĕкленсен, ыррине ан кĕт, ачам. Спирка пысăк чана шанлаттарнă вăхăтра Филька çӳлтен тавраналла пăхса çаврăнчĕ. Халăх пур енчен те чиркӳ патне чупать. Чулçырма еннелле пăхсан, ача савăнса кайрĕ: армути «вăрманĕпе» çывхарнă пĕр ушкăн çын яла çитсе кĕчĕ. Кĕркури каласа хунине манман иккен. Чан вĕçĕмсĕр танлатать пулин те, карательсем ашкăнма çаплах чарăнмаççĕ. Офицер хĕçпăшалсăр халăхран хăрамасть. «Пухăнччăрах. Эпĕ ун пеккисене нумай куркаланă», — терĕ вăл Палне хĕненĕ май. Çирĕм çын, пур енчен те харăс ыткăнса, тăшмана пĕр самантра çавăрса илчĕç. Офнцер маузерне туртса кăларчĕ, анчах пеме ĕлкĕреймерĕ. Чан çаплах кĕрлет те кĕрлет. Филька, чан çапнă май мăйне пăркаласа, йĕри-тавра пăхкалать. Акă Медведевсем тĕлĕнчи халăх — вырасĕ те, чăвашĕ те — пăтранса кайрĕ. Карательсене чул кĕлете хупса лартрĕç. Филька Чӳккукри еннелле çаврăнса пăхрĕ. Унта, шарлак урлă, тăватă юланут каçма пуçланă. Вара вăл чан вĕренĕ-кантрисене ярса тытрĕ, мункун çитнĕ пек, пысăк-пĕчĕк чансене пурне те калаçтарса-тĕнкĕлтеттерсе илчĕ те яусмапа аялалла вăркăнчĕ. Спирка — ун хыççăн. Халăх пухăннăçемĕн пухăнать. Хирте ĕçлекенсем те ĕç пăрахсах яла чупрĕç. Пурте пĕр чарăнми шавлаççĕ: — Халь мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? — Куншăн пире каçармаççĕ. — Укçине те тӳлеттерĕç, салтака та пурпĕрех илсе кайĕç… — Илсе каймĕç, — терĕ Кĕркури. — . Эпир чунлă, ураллă çынсем. Хăш еннелле каймаллине хамăрах пĕлетпĕр. Тăллисене салтсан, Пали хăех ура çине тăчĕ. Шатра Микка тăнсăр выртать. — Карательсене çапса вĕлермелле. Малтан хăйсене теçапла асаплантармалла, — кăшкăрать халăх. Пали калаçма тытăнсан, пурте шăпланчĕç. — Çапса пăрахма ан васкăр. Кайран çавăншăн карательсем пĕтĕм яла кастарĕç, çунтарса ярĕç, — терĕ Пали. — Сана çапла хĕненĕшĕн спаççипă калас мар-и? — çĕтĕлчĕ Кĕркури. — Ун пирки ан пăшăрханăр. Ку йытăсемпе мĕн тумаллине ревком иирĕнсĕрех пĕлет, — терĕ чиркӳ патĕнчен чупса килнĕ Филька. — Ревкомсем пĕлеççĕ, анчах кунта çук-ха вĕсем. Эсĕ ревком вырăнне пулсан çеç, — терĕ те вăйсăрланнă Пали çĕрелле чикĕнчĕ. Темиçе алă ăна, пур енчен те тĕрелесе, ӳкме памарĕ. — Ревком пур. Вăл пире пăрахса хăварме, — кăшкăрчĕ тин чупса çитнĕ Спирка. — Акă, пăхăр, курăр, савăнăр! Халăх Спирка алă тăснă еннелле çаврăнса пăхрĕ. Тăватă юланут юртăпа çывхарса килет. — Чăнах та ревком. Пĕри Осокин… — Тепри Леонид мар-и? Çавă, тиечук ывăлĕ. Вăл та ревком-и? — Ха! Чугунов Илюша та вĕсемпе, — терĕç вырăссем. — Мишша-салтак! Халăх Совет влаçĕшĕн кĕрешме харăс çĕкленсен, çав вăхăтрах комиссарпа командир тупăнсан, партизан отрячĕ пулатех вара. Мăрзабай килĕнчи пăлхавăр Ялта пăлхав пулса иртнĕренпе Мăрзабай та канăç çухатрĕ. Çитменнине, хăйĕн килĕнче те унăн темĕнле пăтăрмах пуçланса кайрĕ. Килйышсем — тарçăсем таран — пĕрне-пĕри вăрттăн ура хума пикенчĕç. Чан сасси янрама, халăх шавлама чарăнсан, ял, Тук икĕ енĕпе те, сасартăк лăпланчĕ. Ревкомсемпе пĕрле вăрмана комуч мобилизацине тивĕç çынсем çеç мар, ыттисем те çул тытрĕç. Совет влаçĕшĕн кĕрешме Тук шывĕн икĕ енĕпе нумай вăйпитти арçын çĕкленчĕ. Чугунов «гвардийĕ» те пăлхавçă салтаксенчен юлмарĕ. Палипе Шатра Миккана та Осокин, карательсенчен асăрханса, ялта хăвармарĕ, Медведевăн рессорлă тăрантасĕпе тӳрех Весуккана, Ятрус Хрулкки патне, ăсатрĕ. Çамрăк салтак арăмĕсем каллех тăлăха юлчĕç, çапах хальхинче хӳхлемерĕç вĕсем: вăрçа каймарĕç вĕт упăшкисем, — вăрçăран тарчĕç. Кĕркунне, çанталăк сивĕтсен, хăйсемех киле таврăнĕç-ха. Халь тепĕр тĕрлĕ вăрçă пуçланнине сисеймерĕç, апăршасем. Лăпланчĕ-шăпланчĕ ял. Анчах аслатиллĕ çил-тăвăл умĕнхи шăплăх мар-и ку? Ялта юлнă арçынсем, темле хăрушлăх пуласран шикленсе, пĕр-пĕринпе калаçми пулчĕç. Ермишке мучи те шарласшăнах мар. Вăл хăйĕн кĕмĕл чĕлĕмне шăппăн паклаттарнă май чĕмсĕр шухăша каякан пулчĕ. Ял çыннисене, вырăспа чăваша, юханшывна чĕлхе мар, пуянлăхпа власть уйăрса тăнине тинех тавçăра пуçларĕ вăл. Ывăлĕсене ватти пĕртте сивлемерĕ. Сивлеме мар, халăх çинче вĕсен паттăрлăхĕпе мухтанма та хатĕр пулчĕ вăл, çав вăхăтрах халлĕхе килте чĕлхе çыртса, хӳрене хĕстерсе лармаллине те лайăх туйса тăчĕ. Таçта пытанса пурăннă Фальшин пăлхавăр иртсен ик-виç кунран тин килне таврăнчĕ. Ăçтан пĕлен, тен, пăлхавçăсем çывăхрах пуль. Ял çумĕнчи вăрман нысăках мар та — çапах вăрман. Пăлхавçăсем карательсене çыхса хăйсемпе пĕрле илсе кайнине пĕлсен, тепĕр май хăраса ӳкрĕ староста. Пăлхавçă яла кастарма карательсен тепĕр пысăкрах отрячĕпе Мăрзабай ывăлĕ хăй килме пултарать. Старостăна та айăп туса хумĕ-и вăл? Назар чи малтанах Фальшина ялти ĕçсем пирки çийĕнчех систерменшĕн айăплĕ. Çапла шухăшларе те сехĕрленнĕ староста, хут çырса, ывăлне хулана ăсатрĕ. Çапах та Назар яла килесрен пуринчен ытла ашшĕ — Мăрзабай — сехĕрленсе ӳкрĕ. Ялта мĕн пулса тăнине çав кунах, чан танлаттарма чарăничченех, тавçăрчĕ вăл, çавăнтах урăла пуçларе. Тепер кунне мухмăр та чĕртмерĕ, Лешеккине кайса, ĕçсем мĕнле-мĕнле пулса иртнине ыйтса пĕлчĕ. Вара сасартăк урăлса йĕри-тавра урлă-пирлĕ пăхса илнĕ çыннăн ăшчикĕ вырăна ларайми хускалчĕ. Тĕреклĕ хресченпе чухăн хушшинче вилес пек курайманлăх, тытăçу пуçланчех иккен. Вĕсем (большевиксем) ялта тырă тăпăлтарнипе чарăнмарĕç тата тĕрлĕ харпăрлăха та хуçаран туртса илеççĕ. Паян лаша, урапа кирлĕ вĕсене, ыран, тен, çурт-йĕр кирлĕ пулса кайĕ. Пурнăç никĕсне ишеççĕ… Çук, халь ĕнтĕ куç хупса, алăк питĕрсе, пĕччен кăмăшка сăрăхтарса ларнине ирттерсе яраймăн, саманаран пытанса юлаймăн. Алăкран, чӳречерен килсе шаккать вăл, пӳрт тăррине тăпăлтарса пăрахма хатĕр. Урса кайрĕ самани, чĕвен тăчĕ. Кĕç-вĕç ялăн лăпкă пурнăçне, халăхăн ĕмĕрхи йăлисене таптаса пĕтерĕ, Мăрзабайăн ырă ятне те ура айĕнчи пылчăкпа хутăштарса ярĕ. Ак Назар пысăк отрядпа яла кастарма-çунтарма килĕ те юнлă çырма юхтарĕ. Икĕ çыран хушшинче путмасăр юлаймăн, путас мар тесен, е сылтăм енчи, е сулахай енчи çырана хăпарма тапаланăн… Çакăн пек шухăшсемпе икĕ эрне тарăхса, çунса пурăнчĕ Мăрзабай. Ун телейне самани васкамарĕ-ха. Назар чăнах та килсе çитрĕ. Отрядпа мар, пĕчченех. Хăй ашшĕнчен çеç мар, ытти килйышсенчен те пачах ютшăннă. Никампа калаçмасть. Килнĕ кун кунĕпех Лешеккинче ирттерчĕ. Каçпа ку енне каçсан та, тӳрех ашшĕ килне пырса кĕмерĕ, Смоляковпа Хаяр Макар патне сулăнчĕ. Çур çĕр еннелле тин вăл ашшĕпе пĕр сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Икĕ эрне ĕçмесĕр иурăнса, сыпмаллине самаях перекетленĕ Мăрзабай (Тимук Хăмăшлана каймассерен пĕрер савăт кăмăшка тултарса килет). Сăйламаллах ĕнтĕ ку хăрушă хăнана. Мĕн тесен те — тăван ывăл. Сурхури каç, Назар пуç хунă тесе, макăрнăччĕ мар-и? Хыпар-хăнарсăр çухалнăччĕ вĕт… Халĕ ак килте вăл, чĕп-чĕрĕскер, сĕтел хушшинче ашшĕн куçĕнчен пăхмасăр чавсаланса ларать. Те савăнмалла Мăрзабайăн, те хурланмалла. Çапла чĕмсĕр ларсан-ларсан, ывăлĕ сасартăк сивĕк сасăпа ыйтрĕ: — Çимун ăçта? Эс пĕлетĕнех пуль. Ашшĕ те ăмăрланса хуравларĕ: — Ма мана тĕпчетĕн? Эс ак, тăван ывăл пулин те, пачах манран ютшăннă. Хаярсемпе явăçатăн, аçупа калаçма сăмах тупаймастăн. Çимун пирки мĕн калам? Мăрзабай таврашĕ мар ĕнтĕ вăл халь. Каснă чĕлĕ. Вăл ăçтине эп ăçтан пĕлем. — Юрĕ, ан кала. Сансăрах шырăсă тупăп. Вĕсем Белянкина çакнă пек, ăвăс тураттинчен çакăп. Пурне те, Çимуна пуринчен малтан, пуçхĕрлĕ çакăп. Сан пирки те пĕлес килет-ха. Кам эсĕ, хисеплĕ Павел Алексеевич? Турăшăн çурта мар, шуйттаншăн турчăка мар. Нумай ĕçетĕнтеççĕ. Ырă çынсенчен ниснĕ. Пуринчен ăслăрах пулас тетĕн-им? «Лăпăртатах, — шухăшлать Мăрзабай черкке тултарнă май. — Турра шĕкĕр, сĕкекен вăкăрăн мăйраки хуçăлнă-ха. Манран нимĕн те — шахвăртса та, хăратса та пĕлеймĕн. Эс ху вара усал шухăшусене пытараймăн». Хăйĕн шухăшĕсене ывăлĕ те часах палăртмарĕ. Çапах спирт евĕрлĕ хăватлă кăмăшка чĕлхесене салтрĕ-салтрех. Иккĕшĕ те майĕпе палкаса кайрĕç. Тĕллĕн-тĕллĕн пĕр шухăшлă çынсем пекех калаçрĕç: комуч ĕçĕсене иккĕшĕ те хурласа пĕтерчĕç. — Ытла çемçешке те кăштăркка вăл, сирĕн комучăр, — çĕтĕлет Назар. — Пĕтĕм ĕçе пăсса хучĕ. Мобилизаци тума та пултараймасть. Уесĕпе мĕнпурĕ çирĕм пилĕк пин салтак пухăнмаллаччĕ. Пинсем вырăнне тăватçĕр хĕрĕх пĕр салтак çеç пухăннă. Ыттисем ăçта?! Вăрмантисене тупаймастпăр, ялтисене пухаймастпăр. Чехсене кăна шанса тăратпăр. Власть-и вăл çав комуч! Тĕрлĕ йăх-яхсемпе сӳпĕлтисем çеç пухăннă унта. Ыраи Таллăра пĕчченех мобилизаци туса ирттеретĕп. Курччăр мĕнле ĕçлемеллине! Диктатор кирлĕ! — Ку сăмаха Назар сĕтеле шаккасах каларĕ. — Диктаторсăр пĕтет пирĕн Россия. Диктатор тупăнмĕ тетни? Тупăнĕ. Корнилов вилнипе генералсем пĕтмен-ха, Деникин пур. Е урăххи тупăнĕ… Ывăлĕ пĕлтĕрхи юрра юрлама пуçласан, ашшĕ сухал витĕр кулса илчĕ, — сăмах чĕнмерĕ. Корнилова асăнса хурланнă пек пулса ларнă хыççăн Назар сассине каллех хытарчĕ: — Çук, çав ниме юрăхсăр комучпа килĕштерейместĕп. Пурпĕрех вĕсене пăрахса Дутов патне каятăп. Ак çĕнĕрен пысăк отряд туса çитерем-ха… Хальччен кăнтăр енче çӳрерĕм. Тухăçри ялсене Чередниченкăна шанса ятăм. Вал, тăмсай, хăй пăлхавçăсен аллине лекнĕ. Ман пирки кунта темскер лапăртатнă тата. Наиолеонсем кăтартăп эп ăна! Хĕрлисем персе вĕлермесен, хам персе вĕлерĕп е Çимунсемпе пĕрле пуçхĕрлĕ çакăп. Халь хамăнах пур çĕрте те ĕлкĕрмелле ĕнтĕ. Елкĕрĕп. Малтан пăлхавçă ялсене, Каменкăран пуçласа, вутпа хĕртес, унтан вăрмантисене те тупăпăр. Иĕрлекенсем пур-ха ман унта. Мĕн пĕлес тенине пĕлчĕ ĕнтĕ Мăрзабай. Кăнтăр енче хĕрлисем шуррисенĕ хытă хесе пуçлана. Назарăн карателĕсенчен нумайăшне фронта ăсатнă иккен. Хăйне вара çĕнĕ отряд пухма хушнă. Çавăнпа ялсем тăрăх пĕччен çӳрет-мĕн. Кунта Фальшинпа Смоляков ывăлĕсене çепĕç сăмахпа илĕртнĕ, иурпĕрех салтака илсе каяççĕ тесе те хăратнă. Лешсем килĕшнĕ вара, икшер-виçшер юлташ тупса, хулана пыма сăмах панă. Хăй ыранах Таллăна тухса каясшăн. «Кайтăрах, пĕчĕк диктатор», — Çимун сăмахне аса илчĕ Мăрзабай. Тĕлĕнмелле. Çимун шăпи пăшăрхантарать ăна. Ывăлĕ пирки: «Кайтăрах», — терĕ. Таллăра та тем курма пулать. Пĕчченех мобилизаци туса ирттересшĕн. Хăй тиркенĕ офицер пек, пăлханнă халăх аллине лекмĕ-и? Асăрхаттарас мар-и? Итлемĕ вĕт ашшĕ сăмахне, чурăс Хурăнвар йăхĕ. Вутă краççын сапни çеç пулĕ. Çапах хăрушлăх пирки асăрхаттарчĕ ывăлне. Лешĕ ашшĕ сăмахне хăлхине питех чикмерĕ, аллине сулчĕ те вырăсла: «Волков бояться — в лес не ходить», — терĕ çеç. Ку тараиччен ытлашши хирĕçсе каймарĕç-ха ашшĕпе ывăлĕ. Хирĕçӳ кĕтмен çĕртен урăх енĕпе сиксе тухрĕ. — Наçтук валли каччă тупрăм, — тăрук шăл йĕрме пуçларĕ Назар. Ашшĕ хăлхине чăнках тăратрĕ. Ку пĕчĕк диктатор хăйĕн вăрăм сăмсине кирлĕ мар çĕре чикмест-ши? Ватти çапах кăмăлне палăртмарĕ, сасăпа кулса ячĕ те: — Каччă тупасси те карательсен ĕçĕ-и вара? — терĕ. — Ан кул, Павел Алексеевич. Шӳт тумасăр калатăп. Эп Таллăран таврăннă çĕре каччи те кунта килсе çитет. Туй тумасăр каймастпăр вара. — Каласа пĕтер сăмахна, Назар Павлович, — ывăлне витлесе каларĕ ашшĕ. — Кам каччи? Пĕр-пĕр офицер тупрăн пуль-ха. — Офицер мар та, кĕçех пулма тивĕçлĕ. Халлĕхе ман адъютант пулать вăл, — терĕ ывăлĕ. Ашшĕ унăн шухăшне урăх еннелле пăрса яма хăтланчĕ: — Кĕçĕн офицерăн та адъютант пулать-и? — ыйтрĕ вăл. — Денщик тесе каласшăн пуль эсĕ. Назарĕ çавăнтах ĕрĕхсе кайрĕ: — Эс, деревенщинă, ним те пĕлместĕн. Уйрăм отряд урăх законпа пурăнать. Отряд командирĕ, унăи чинĕ мĕнле пулсан та, отрядшăн верховнăй правитель пулать, диктатор пулать. Отрядри салтака хăй ирĕкĕпе персе вĕлерме те пултарать вăл. Денщик та, адъютант та кирлĕ ăна. Хам валли лайăх адъютант тупрăм эпĕ. Çынни ют çĕртен мар, хамăр ялсемех. Дмитрий Макарович… — Мĕнле Дмитрий Макарович? Ун пек çын ялта çукчĕ-çке пирĕн, — тĕлĕнсе ӳкрĕ Мăрзабай. — Эс, атте, ял çыннисене те пĕлми пулнă, — лĕхлетсе кулчĕ Назар. — Ятне урăхла калам эппин: ялта Чее Миття тесе чĕнеççĕ. Те ывăлĕ унпа хисеплемесĕр калаçнăран, те каччи ытла килĕшменрен, Мăрзабй кăтăрсах кайре, вырăнĕнчен сиксе тăчĕ: — Хаяр Макар килĕнче ман хĕр нихçан та пулас çук! Ухмах пуçăнтан кăларса пăрах çак юрăхсăр шухăшна! — Эп пустуя калаçма юратмастăп, — сиксе тăчĕ ывăлĕ те. — Мĕнле каларăм, çапла пулать. Эп Хаярсене сăмах патăм. Офицер сăмахĕ. Ашшĕ те, ывăлĕ те хĕрсе кайрĕç, пĕр-пĕрне татах кӳрентерекен сăмахсем каларĕç. Чылай вăхăт çапла сăмахпа сĕкĕшкеленĕ хыççăн ашшĕ сасартăк çемçелсе кайрĕ те «парăнчĕ» ывăлне: — Юрĕ, ывăлăм. Таллăран чиперех таврăнсан, эс каланă пек пултăр вара. Хĕрĕ каччине тиркемесен, эпир техирĕç пулмăпăр. Сăмахĕсем çапла пулчĕç Мăрзабайăн, шухăшĕсем урăхла: «Кайтăр-ха. Вăл Таллăсенчен таврăниччен ĕçне хамăра кирлĕ пек туса хурăпăр». Назар ашшĕне çĕнтернĕшĕн савăннипе ун чеелĕхне сисеймерĕ. Вăл ирхине çурçĕрелле тухса кайсан, Мăрзабай килĕнче хайхи пăтăрмах пуçланчĕ те: ашшĕ ывăлне хирĕç пăлханчĕ, арăмĕ — упăшкине хирĕç, тарçăсем пĕр енчен — хуçана хирĕç, тепĕр енчен — пĕрне-пĕри хирĕç. Мăрзабай хĕрĕсен шăпи çапла пăтăрмăшлатса ячĕ вĕсене. Иĕркипе каласан, ĕçсем çапла пулса нртрĕç. Икĕ хĕрĕн шăпи пирки ашшĕ тахçанах шухăшласа хунă. Асли патне Трашука киле кĕртет вăл. Патвар та сăпайлă йĕкĕт уншăн ывăл вырăнне пулĕ. Назар çинче шанчăк çук. Сĕре пуçтахланса пуçне хумасан та, пурăнма яла таврăнмасть ĕнтĕ вăл. Унсăр та Мăрзабай килйышĕ хуп-ланса лармĕ, йăхĕ татăлмĕ. Ун пулас йăхĕ хĕрарăм тымарĕнчен кайĕ те ĕнтĕ — мĕн тăвăн? Тепĕр чух патша йăхĕ те хĕрарăм енчен сыпăнса юлнă… Юратнă кĕçĕн хĕрĕшĕн вăл хитререх шăпа хатĕрлес-шĕнччĕ, анчах пăтранчăк самана ун ĕмĕтне татрĕ. Халь тата васкамалла пулса тухрĕ. Смоляковсемпех çырлахма лекет. Санькки Наçтука юратать. Çемьере аслă ывăл. Аш-шĕн пурлăхĕ пĕтĕмпех ун аллине юлĕ. Лавккаçă ĕçĕ — шанчăклă ĕç. Кирек мĕнле самана пулсан та, суту-илӳ хупланса ларас çук. Ас çитерсен, пайталлă ĕç. Асне Санькки çитереймесен, Наçтук хăй çитертĕр. Çапла шухăшларĕ халь Мăрзабай. Хĕрарăмсем енчен кăна чăрмав ан пултăрччĕ. Кутăнлансан, вĕсене ӳкĕте кĕртме вăхăт çук. Назар таврăниччен венчет тăвас — шăппăн, никама систермесĕр. Хаяр Макар сиссен, Назар патне çын яма пултарать. Смоляковне те çакăн пирки хытă асăрхаттарас… Çук, ку енчен чăрмав пулмарĕ. Яланах кутăнланакан Укахви, упăшкине тĕлĕнтерсе, хальхинче пĕр турткаланмасăр килĕшрĕ. Еçне хăех майлаштарма пулса, çийĕнчен çапла та каларĕ: — Шăппăн, вăрттăн хăтлансан та, йăлиие тумаллах. Евчĕ яччăр. Хĕрне ху чăлах вырăс патне кайса сĕнеймĕн ĕнтĕ. Ан хăра, никам сиссе юлаймĕ. Еçне хамах Тимук урлă майлаштарăп. Вăл пире юрасшăн чĕлхине çыртса татса çăтса ярĕ. Лавккаçăпа кĕркуннерение питĕ туслă вăл. Ак хăçан упăшкин кăмăлне тупрĕ Укахви. Унпа пĕрлешсе ывăлне хирĕç пăлханчĕ. Тĕлĕнчĕ, савăнчĕ Мăрзабай, анчах карчăк ма апла хăтланнине тавçăрса илеймерĕ. Укахви хăй упăшкине хирĕç пăлханма вăрттăн хатĕрленет иккен. Виççĕн каварлашса кил хуçине ура хума шухăш тытнă вĕсем: Укахви, Тимук тата… Кулине. Ахальтен мар юлашки вăхăтра Кулине Трашук еннелле пăхми пулчĕ. Çапла вара Чулçырмари икĕ килте вăрттăн пĕчĕк туя хатĕрленме пуçларĕç (халь венчетие çеç çырлахса, пысăк туйне кĕркуннене хăварас терĕç). Смоляков пĕртте турткаланмарĕ. Тимук мĕн каланипе пĕтĕмпех килешрĕ: — Венчет тăвиччен ялта сăмах сарни пулмĕ, — терĕ. Лавккаçăпа ун карчăкне шанма пулать, — çынран вăрттăн хăтланма тахçанах хăнăхнă вĕсем. Каччипе мĕн тăвас-ха? Çăмăлттай Санькăн чĕлхи шăмăсăр, хăй ăссĕнех çын умĕнче мухтанса пакăлтатма пултарать. Ăна венчете каяс умĕн тин каласан? Юрамасть, каччин кăмăлне пĕлесех пулать. — Каласси кала, — терĕ вара Тимук, — хăйне венчете кайиччен пĕр-пĕр чăлана е кĕлете хупса ларт. — Юрĕ, — тавăрчĕ Смоляков, — урама тухма памăп эп ăна. Хамăн килтен тухса çӳремелле пулсан, чăнах та хупса хăварăп. Наçтукĕпе ашшĕ хăй калаçрĕ. Чее Миттяран çапла майпа çеç хăтăлма пулнине пĕлсен, хĕрĕ те вара турткаланса тăмарĕ. Хăй çапах, пĕччен юлсан, шухăша кайрĕ. Ытти хĕрсем пек качча кайма васкаманччĕ Наçтук, ашшĕ килĕнче тата пĕр-ик çул пурăнасшăнччĕ. Мĕн тăвăн, çапла-тăр çав вăл хĕр шăпи. Ху васкамасан та, атте-анне васкатать. «Санька çăмăлттайрах пулин те, йăваш каччă. Унпа пурăнма йывăр пулас çук», — шухăшлать Наçтук. Акă вăл арчара чăлт-шурă алă тутри шыраса тупрĕ. Хулара пурăннă чухнех тĕрленĕччĕ. Хула хĕрĕсене кура, тутăрăн тăватă вĕçне тăватă сăмах тĕрлесе хунăччĕ: «Кого люблю, тому дарю». Халь çав тĕрĕ ç.ине пăхса, хăйĕнчен хăй хурлăхлăн кулчĕ хĕр. Кам валли тĕрленĕ-ши, айван, кама юратнă вăл е юратать-ши? Никама та. Пур-ши вăл чăнахах юрату тени? Ун пирки кашни кĕнекерех çыраççĕ. Юрату çинчен юрăра та асăнаççĕ. Пурах пуль çав. Вырăсла та, чăвашла та пĕр савăнса, пĕр хурланса юрлаççĕ ун пирки. Çураçнă хĕр, шухăша кайса, тĕрленĕ ал тутрине сăтăркаласа ларать. Хăйĕн ирĕкĕпе, савăнсах, каччине юратсах — кама кайĕччĕ-ши вăл? Кама?! Таçтан, тĕтреллĕ инçетран куç умне çепĕç йĕкĕт сăнĕ килсе курăнчĕ. Пĕлтĕрхи хăна сăнĕ мар-и вăл? Çавă. Леонид, пиччĕшĕн ĕлĕкхи тусĕ. Тен, çавна юратма пултарĕччĕ Наçтук? Кĕтмен çĕртен хайхи Леонид Трашукпа пĕр сăнлă пек курăнса кайрĕ… Кĕтмен çĕртен-и? Пĕлтĕр те пĕррехинче çапла курăнманччĕ-и?.. «Мĕскĕн Трашук ман пата çыру çырнă тенĕччĕ Кĕтери, — тинех ун пирки çунакан качча аса илчĕ Наçтук. — Эпĕ ун чух тăрăхласа култăм çеç. Кĕтери уншăн савăнчĕ. Вăл хăй юрататчĕ Трашука. Кама юратсан та — Зар Ехимех тухрĕ.. Апла юратнинчен никама юратманни лайăх, — унтан пĕлтĕр юмăç пăхнине аса илчĕ хĕр. — Суйрĕç пирĕн кĕлеткесем. Кĕтери те пуян килне каймарĕ, эпĕ те вилмерĕм-ха, качча тухатăп ак… » Пӳлĕме Кулине пырса кĕчĕ. Наçтук алă тутрине хăпăл-хапăл хуçлатса кĕсйине чикрĕ. Çул юппинче Мирски Тимук хуçа хушнипе Хăмăшлана Трашука илме кайрĕ. Тимук хăй кăмăлне çынна палăртмасть, хăй вара Мăрзабай килĕнчи кашни çын кăмăлне питĕ лайăх пĕлет. Трашук кăмăлне те туять вăл. Хăюсăр каччăпа пĕр урапа çинче ларса кнлнĕ чух ним сăлтавсăрах Кулинене хурла пуçларĕ. Трашук пĕр шарламасăр итлесе пычĕ. Хăть хурла, хăть мухта — уншăн пурпĕрех темелле. Хăй вара яла таврăнма хĕпĕртесех килĕшрĕ. Кĕтери качча кайнă, теççĕ, унран халь хăрамалли çук. Наçтука вара питĕ курас килет. Мăрзабай темшĕн чĕнтернĕ-ха Трашука. Телей кунĕ çывхарса килмест-ши? Тутлă ĕмĕтпе йăпанса пыма намарĕ ăна Тимук. — Сан пек çамрăк пулсан, эп юлташсенчен юлман пулăттăм, Совет влаçĕшĕн çапăçма кайăттăм, — терĕ вăл. — Сан тусусем пурте кайнă: Яхруш, Унтри; Хветюк та вĕсенчен юлман. Мăрзабай патенче ĕçлесе ыррине кураймăн. Эпĕ те çамрăк ĕмĕре ун патĕнчех ирттертĕм. Улталарĕ вăл мана. Сана та улталарĕ. Кала-ха, Трашук, хуçа сана кĕрӳ тăватăп тесе каламарĕ-и? Трашук Мирски Тимукпа чĕре уçса калаçма шухăшламанччĕ, халь акă ирĕксĕрех калаçмалла пулчĕ. Тунмарĕ. — Мана та çапла улталарĕ, — терĕ Тимук, Трашука ирĕксĕрлесе калаçтарнă хыççăн. — Кулине патне киле кĕртĕп терĕ. Халь сана çапла каласа йăпатать иккен. Пĕр ватăлса ларнă хĕр валли икĕ каччă пултăмăр. Эс, айван, Наçтук пирки ĕмĕтленетĕн. Ун хӳрине тытаймăн. Наçтука качча паратпăр. Туя чĕнтерчĕ сана Мăрзабай хуçа. Туйĕнче пулни те саншăн пысăк чыс. Анлантăн-и халь? Тимукăн çурăк чан пек янракан сасси Трашук чĕрине çурсах ячĕ. Кăшт çеç кăшкăрса ямарĕ вăл. — Каччи кам? — ыйтрĕ вăл тепĕр самантран. — Кам пултăр, пирĕн пек тарçă мар, пуян ывăлĕ. Каччин тивĕçне пăхмаççĕ пуянсем. Санькăпа венчете тăрататпăр ыран Наçтука. — Çапла каларĕ те Тимук мĕскĕн каччă çине куç хӳрипе пăхса илчĕ. «Çук, ачи Кулине пирки тĕлленмест те иккен, — шухăшларĕ вара Тимук хăйĕн шухăшне. — Çапах ялтан кăларса ярасчĕ ăна. Кăмăлĕ ытла çемçешке. Мăрзабай ăна ирĕксĕрлесех кĕрӳ туса хума пултарать». Яла çитиччен те пĕр-пĕрне тек сăмах чĕнмерĕç вĕсем… Ытла та хăвăрт, пĕр самантра, улшăнма пултарать иккен çын пурнăçĕ. Çавăн пек самант Трашукшăн та çитрĕ-çитрех. Ана та самана çил-тăвăлĕ тăван ялтан хăйпăтса, таçталла вĕçтерсе кайрĕ. Ĕнер çеç каç еннелле Хăмăшлăран Тимукпа пĕрле яла таврăнчĕ Трашук, паян ак, хĕвел тухнă-тухманах, вăл хула çулĕпе юланутпа кустарса пырать. Каçпа ир хушшинче мĕн-мĕн пулса иртнине тĕплĕн пĕлсе те çитеймерĕ каччă. Каçхине вăл, яла таврăнсанах, амăш патне чупрĕ. — Мăрзабай патĕнче текех ĕçлеместĕп, урăх ĕç шырама тухса каятăп, — хурлантарчĕ вăл килте пĕчченех юлакан амăшне (вĕсен асламашĕ иртнĕ кĕркунне çĕре кĕчĕ). Унтан Лешеккине васкарĕ. … Ольăн хăйĕн хуйхă — Рамашран чылайранпа хыпар çук. Çапах та Трашук кăмăлне уçма тăрăшрĕ вăл, сана юлташусем тем пек кĕтеççĕ терĕ, вĕсене ăçта шырамаллине каласа ăнлантарчĕ. Ирхине ирех Мăрзабай пурне те пӳрте чĕнсе кĕртрĕ. Шалти пӳлĕме кĕрсен, Трашук алăк патĕнче чарăнса тăчĕ. Наçтук шурă кĕпе тăхăннă, пуç тавра пушкăрт муллин чалми пек шурă тутăр чĕркенĕ. Хăй салхуллă. Юнашар Кулине тăрать. Вал Наçтукпа пĕр сăнлă пек, тути çеç темшĕн Наçтукăнни пек тăртанчăк мар, çӳхе, çăварĕ пысăк. Хуçа Трашукпа пĕрлештересшĕн иккен çак ватă хĕре. Паян та унпа кăмăллăн калаçрĕ Мăрзабай, каллех хуçа пулăн тесе асăнчĕ. Çук ĕнтĕ, Трашук мар, Мирски Тимук хуçа пултăр кунта. Пурте пухăнсан, турăш умне тăрса, пуççапма тытăнчĕç. Шăп çав вăхăтра Мăрзабай килкартине пĕр ют çын пырса кĕчĕ. Хуçа сасăсăр, куçпа çеç паллă турĕ Тимука. Лешĕ пӳртрен тухрĕ те кĕçех хуçана чĕнсе кăларчĕ. Тепĕр минутран Укахвие те чĕнчĕç. Кулине амăшĕ хыççăн тухрĕ. Шалти пӳлĕмре Трашукпа Наçтук иккĕшех юлчĕç. Хăюсăр каччăн таçтан тупăнчĕ хăюлăхĕ. — Сывă пул, Наçтук, ĕмĕрлĕхе сывă пул! — пăшăлтатрĕ вăл. — Паян ялтан тухса каятăп та урăх нихçан та таврăнмастăп. Хальччен калаймарăм, халĕ те пулии калам эппин. Юратрăм эп сана. Емĕрлĕхе юратрăм. Телен пулмарĕ. Хăть эс телейлĕ пул… Наçтукăн чĕри те, хăлхи те халь çивĕчлемнĕ. Илтрĕ, ăнланчĕ вăл тăлăх чĕре хуйхине. Хĕр каччă еннелле варт çаврăнчĕ, тем калама тăчĕ — калаймарĕ, пĕчĕк тутăр кă-ларса куçне шăлма тытăнчĕ. Çав вăхăтра чӳречерен Трашука килкартине тухма чĕнчĕç. Трашук алăк хăлăпне ярса тытнăччĕ — ăна Наçтук алли пырса сĕртĕнчĕ. — Ме сана… Мана асăнмалăх парне пултăр, — терĕ хĕр, пăшăлтатса. Трашук Наçтук панă алă тутрине кĕсйине чикрĕ те пӳртрен чупса тухрĕ. Наçтук тарăн шухăша кайрĕ: «Телейлĕ пул… » Телей. Мĕн вăл телей? Тин вăрана пуçланă хĕр чĕри темшĕн ыратса, çӳçенсе кайрĕ… Тимĕр кăвак ăйăра çунатлă тăрантаса кӳлес вырăнне Йĕнерлеме пуçланă. — Трашук, ывăлăм, пĕр ĕç туса пар маншăн, — тархасланă пек калаçрĕ Мăрзабай. — Айăр çине ларса хулана кайса кил. Ак нухайкка, шеллемесĕр хăвала. Икĕ сехетрен хулара пулатăн. Çак пакета леçсе парăн. Адресне çырнă унта… Трашук ним шухăшламасăр, чĕнмесĕр ăйăр утланчĕ. Тимук ăна ăсатма урама тухрĕ, йĕнер хырăмлăхне хытарма тăрăшнă пек пулса, юланутçă илтмелле хăйăлтатрĕ: — Назар пакечĕ ку. Таллăра та халăх пăлханнă, пирĕн ахвицера хупса лартнă. Анчах вăл чее, эсремет. Малтанах хулана çыру çырса хатĕрленĕ. Пĕр пуяна, хăй инкеке лексен, çырăвне хулана çитерме хушнă. Лешĕ, Мăрзабайсене лайăх пĕлекенскер, пакетне кунта, ашшĕ патне, леçтернĕ. Хуçа мана хулана кайса килме хушрĕ те — эпĕ юри чире петĕм, пилĕк ыратать терĕм. Саншăн тата сан юлташусемшĕн тăрăшатăп. Карательсене пулăшма ухмах мар эс. Тӳрех партизансем еннелле вĕçтер. Вĕсене ăçта тупмаллине чухлатăн пуль. Ахальтен мар эс çĕркаç Лешеккине чупрăн… «Тем те пĕлет, шуйттан», — шухăшларĕ Трашук, анчах хирĕç сăмах чĕнмесĕрех лашине тапратрĕ. … Умри çул кĕçех юпленет. Хăш юппипе каяс? Трашукăн пурнăç çулĕ те паян çапла юпленмен-и? Наçтук пиркиех вăл юлташсенчен юлчĕ. Рамаш пĕлсеи, мĕн калĕччĕ-ши? Халь Наçтук та чарса тăмасть. Качча каять вăл, каять мар, кайрĕ темелле. Енерех, паян ирхине те, йĕкĕт ялтан ĕмĕрлĕхех тухса кайма хатĕрччĕ. Наçтука та çапла каланăччĕ. Халь мĕн иккĕленмелли тупăнчĕ тата? Çынна та улталас килмест. Павăл пичче хулана шанса ăсатрĕ вĕт ăиа. Халĕ Назар шăпи ун аллинче. Тимук та вăрттăн сăмахĕсене ырă кăмăлпа каламарĕ пуль, çак… тĕрĕс каларĕ вĕт, эсрел. Айăра çулăн сулахай юппине пăрсан, Назар çăлăнăç кĕтсе илеймест. Наçтукăн пиччĕшĕ вăл. Çав вăхăтрах Рамашăн, Илюшăн, Мишша пиччен, Çимун пиччен тăшманĕ… Трашук çул юппинче урхамахне ташлатса тăрать: сылтăмалла пăрсан — хула çулĕ, сулахаялла пăрсан — Весукка çулĕ. «Çук, карательсене пулăшакан çулпа каймăпăр, Рамаш çулĕпе кайăпăр!» Рамаша питĕ вырăнлă аса илчĕ Трашук. Айăра сулахаялла Рамаш алли пăрнă пекех туйăнчĕ ăна. Весукка çулĕ çине пăрăнасса пăрăнчĕ йĕкĕт, анчах ăйăра чуптарма васкамарĕ-ха. Тепĕр шухăш аптратать ăна: ултавçăран пуçне лаша вăрри пулатăп-çке капла. Айăра пăрахса, çуран таккас мар-и? Рамашĕ хыçрах ларать пек, хăлхараи пăшăлтатать: «Ан иккĕлен, ухмах. Икĕ çул çăвĕпе Мăрзабайшăн ĕçлесе лаша хакне татрăн эс. Сан ăйăру вăл». «Мĕне кирлĕ çак тулăксăр ăйăр? — Рамаша хуравланă пек шухăшлать Трашук. — Весуккана çитсен, кирлех мар вăл мана. Чим-ха, Весуккана çитсен, Çимун пиччене тупсан, лаша вăрри пулмастăп вара. Мăрзабай ăйăрне Мăрзабай таврашĕ хуть хăй утлантăр, хуть мучăш патне тавăртăр. Еçĕ те пĕтнĕ. Çапах ырă хуçана улталарăм, ун ывăлне, Наçтукăн пиччĕшне, сутрăм пулать… » «Çук, улталамарăн, никама та сутмарăн, — пăшăлтатать Рамаш. — Хуçана хирĕç, карательсене хирĕç пăлхав çĕклерĕн эс. Революци çулĕпе пĕр иккĕленмесĕр вĕçтер». Ак çапла пурăнать-пурăнать те çын пĕр майлă, ним шухăшламасăр, ун умне сасартăк юплĕ çул килсе тухать. Хăш юппипе каймалла, пурнăç шăпине мĕнле татса памалла? Çав самантра вара этем кăмăлĕнчи чи шалти туйăмсем çиеле тухаççĕ, вăйлăраххи çĕнтерет. Трашукăн мăраланчăк кăмăлĕ паян хытă кисренсе хумханчĕ. Питĕ йывăр самант пулчĕ уншăн çав çул юппинче. Анчах иккĕленчĕк тапхăр иртсен, вăл калама çук çăмăллăн сывла пуçларĕ. Тин вара хĕр парни те аса килчĕ. Тутăра кĕсъерен кăларса, саркаласа пăхрĕ вăл, унта тĕрлесе вырăсла çырнине вуларĕ: «Кого люблю, тому дарю». Иăлашăн çеç тĕрленĕ тутăра кăмăлĕ хушнипех парнелерĕ-ши Наçтук е чĕри вăрканипе çеç пырса тыттарчĕ-ши?.. Трашук шурă тутăра, ачашшăн хуçлатса, кĕсйине чикрĕ, тимĕр кăвак ăйăра пирвайхи хут нухайккапа тивертрĕ те Весукка çулĕпе сĕм вăрман еннелле вĕçтерчĕ. III. Вутлă ункăра Тавра çулсем Рамаш, арча йăтса çӳре-çӳре, çитмĕл çиччĕмĕш çул юппине çитсе чарăнчĕ. Хальччен пĕр çул юппинче те иккĕленсе тăманччĕ-ха вăл. Теветкеллĕ йĕкĕте иккĕлентерекен çул юппи те тупăнчĕ-тупăнчех иккен. «Вăтам çулпа кайсан — пуçсăр юлан, сулахаялла пăрăнсан — лашасăр пулан, сылтăм еннелле кайсан — савнине çухатан… » Ку — юмахра çапла. Пурнăçра та çавнашкалрах мар-ши? Хăш çулĕ вилĕм, хăшĕ телей сунать-ши? Рамаш умĕнчи çул юпписем те виççĕ: сылтăм юппи — Чулçырма çулĕ, вăтамми Куçминккана илсе каять, сулахаййи Якаль еннелле пăрăнать. Сылтăм юппи илĕртмеллипех илĕртет йĕкĕте. «Тăван ял çывăхне тинех килсе тухрăм. Тепĕр виç-тăватă сехетрен Ольăна курма пулать, — шухăшларĕ Рамаш. — Кĕтет вăл мана, пĕлтĕрхи çимĕкренпех кĕтет. Эп ун патне çывхарнине сисет-ши ун чĕри? Телейĕм инçех те мар вĕт, мĕнпурĕ те çирĕм çухрăмра çеç… » Анчах Рамаш çакна та пĕлет: телей çулĕ нихçан та тӳрĕ те çывăх пулмасть. Телей çулĕ — кукăр çул, тавра çул. Тепĕр чух çирĕм çухрăм вырăнне çĕр е пин çухрăм тавра кайма тивет, çакă вара шанчăклăрах та пулать. Çук, Чулçырма еннелле пăрăнмарĕ йĕкĕт, сулахаялла, Якаль еннелле пăрăнчĕ. Аçта çити кайма шухăшлать-ши Рамаш? Якальпе Самлей урлă кайсан, Сурачăна çитме пулать. Чăваш ялĕсенче чăвашла пĕлекен «усламçă тутар» çынсене тĕпчемесĕрех хыпар пĕлме пултарать. Тен, Чулçырмапа Лешекки хыпарĕсем те хăлхана пырса кĕрĕç. Сурачăн çулĕ уншăн шанчăклăрах та: пушанса пыракан арчапа вăл унта тавар илме каять; таврари сутуçă-усламçăсем ăна туянма пурте çавăнта çӳреççĕ. Арчи тахçанах пушанпă пулĕччĕ те… «усламçă» ăна пушатма васкамарĕ. Стерлибаша та, Пасарлăяла та кĕмерĕ Рамаш — тавра çулсемпе иртсе кайрĕ. Усламçă арчи хӳтĕлерĕ те ăна, хыпарсем пĕлме те пулăшрĕ. Хыпарĕсем савăнтармарĕç Рамаша: Оренбург каллех Дутов аллине лекнĕ, кăнтăр енчи Урал казакĕсем Атăла çити тапăнаççĕ. Çапах унта шуррисемпе çапăçакан çар Атăл ку енче те пур теççĕ, — Хĕрлĕ Çар! Сурачăнран кăнтăрпа хĕвеланăç енче Чапаев шуррисемпе паттăрла çапăçать имĕш. Çавăнпа Сурачăна тĕллерĕ Рамаш. Пĕччен çынна инçе çулта юрă пулăшать. Чăваш юррисене сахал пĕлнĕшĕн ӳкĕнчĕ Рамаш, вырăс юррисене чăвашла куçарса юрлама тăрăшрĕ. Пĕр вырăсла, пĕр чăвашла юрла-юрла, Рамаш Якаль вăрманĕ патне çывхарчĕ. Хирти çулпа утнă чух мĕнле юрласан та пыратчĕ: хыçалтан е хирĕç килекен çын таçтанах курăнать. Вăрманта апла мар: «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă». Вăрманта «тутар усламçăн» тутарлах юрлас пулать… Шăрăх пусса çитнĕ çĕре Рамаш вăрмана пырса кĕчĕ. Рамашăн мар, çутçанталăкăн та юррисем улшăнчĕç кунта. Хирти пек шăрчăксĕм чĕриклетни те, тыркассем шăхăрни те илтĕнмест. Шăрăх сисĕнми пулчĕ — сулхăн, ырă. Çĕр çинчи çăтмах çакă пулĕ ĕнтĕ вăл. Анчах халь вăрманта вĕçен кайăк юрри илтĕнмест, пĕчĕк кайăксем çеç чĕвĕлтеткелеççĕ. Еç вăхăтенче çул çӳрекен сахал. Рамашшăн лайăх та ку, ытла меллех те мар: пĕр-пĕр лашаллă çынна тĕл пулсан, ларса кайма пулатчĕ-и, тен. Усламçă арчи пысăках мар, анчах вăл утнăçемĕн йывăрланса пырать. Ирхине вунă кĕрепенкке туртаканскер, халь пăта çитрĕ пулĕ, каç енне вара икĕ пăтран та иртĕ акă. Чăнах та, Рамаша канма та вăхăт çитрĕ пулĕ ĕнтĕ. Çакăнта таçта Илмен çырми пулмалла. Шывĕ шăнкăртатсах юхатчĕ унăн. Рамаш кăштах астăвать-ха ăна: ку таврана вăл пĕчĕк чух ашшĕпе пĕрле килсе курнăччĕ. Акă çул анаталла ана пуçларĕ. Çырма айлăмĕ пуçланмасть-ши? Çырми те, кĕперĕ те Рамаша пĕр кĕтмен çĕртенех курăнса кайрĕç. Шывĕ ку тĕлте шăнкăртатсах юхмасть иккен, хăвалăх хушшинче аран çеç курăнса, лăпкăн сарăлса выртать. Кĕпер урлă каçсан, Рамаш унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ. Канма ырă, тӳлек вырăн. Вăл, çултан сылтăмалла пăрăнса, пĕр-ик утăм ярса пуснăччĕ кăна — такам ăна тутарла чĕнсе илчĕ. Хăва тĕмĕ айĕнчен пушкăрт сăнлă çын тухрĕ. Шĕвĕр сухаллă, лутра та сарлакарах старик. Мĕшĕлтирехскер. Тата пушкăрт сăнлă пулин те, хăй чăваш пек туйăнать. Ырă çын пулмалла: куçĕсем кăмăллăн пăхаççĕ. Еç çынни ĕнтĕ, анчах хресчен мар пек: кĕпи-йĕмне пиртен мар, пусма-тавартан çĕленĕ. Уринче те çăпата мар, атă. «Ку, ман атте пек, пĕр-пĕр атă ăсти мар-ши? Аттине хăй çĕленĕ пуль», — шухăшларĕ Рамаш; ун ашшĕ те çакăн евĕрлĕрех лаптăк сăмсаллă атăсем çĕлетчĕ, унăн калăпĕсем çаплаччĕ. Атă калăпне аса илсен, çыннине те çавăнтах палларĕ Рамаш: лаптак пуçлă калăпсене çав çын парса янăччĕ ун ашшĕне. Вăл: «Хрулкка мучи!» — тесе кăшкăрса ярасшăнччĕ… «Çыннине палларăм пулин те, кăмăлне пĕлместĕп-ха. Учительте ĕçлекенскер, эсер таврашĕ пулса кайман-ши?» — шухăшларĕ те хăйне хăй чарма ĕлкĕрчĕ асăрхануллă «усламçă». Çын, ватăлас енне кайсан, сăнран сахал улшăнать. Ача вара ӳснĕçем улшăнса пырать. Ятрус Хрулкки Рамаша пĕчĕк чух курнă. Курнă кăна мар, хăлхине те пăркаланă. Çапах ватти çамрăккине паллаймарĕ, тутар усламçă пирки вăл малтан ним чухлĕ те иккĕленмерĕ. Шлепке, кунчасăр атă пуçĕ. Шăрăх вăхăтра пачах кирлĕ мар жилетка… Тутар ачи пулмасăр, кам пултăр? Старикпе йĕкĕт шыв хĕрне, хăва тĕмĕсем айне, пĕрле апат çиме ларчĕç. Пĕрне-пĕри сăйлаççĕ хăйсем. Ватти сарăхнă хут çине хура çăкăр, хăяр, çăмарта унчченех сарса хунăччĕ-ха. Çамрăкки вара арчинчен шурă пашалу кăларчĕ. Кун пек кăпăшка пашалу пĕçерме пушкăртсем кăна пĕлеççĕ. «Пушкăрт ялĕсем витĕр килет ĕнтĕ ку. Тăлăх ача пуль. Çамрăк пуçпах усламçă арчи йăтса çӳреме пуçланă», — шухăшларĕ ватти. Рамаш, ăна сăнакаласа, тутарла çаптарса ларать. Çавăнтах шикленет хăй. Ку чее старик тутарла калаçма унран та ăстарах пуль, эсрел. Ахальтен мар мулла тесе те чĕнетчĕç ăна. Хăйне тӳрех паллатармалла мар-ши Рамашăн? Ун ашшĕпе туслăччĕ вĕт вĕсем, эсер пулсан та, тен, ытлашши хаярлансах çитмен пуль-ха. Çапла шухăшласа ларать Рамаш. Ватти пăшăрханни палăрмасть, тĕрлĕ хыпарсем ытларах пĕлме тăрăшать вăл, йĕкĕте çав шутпа калаçтарать. Рамаш Стсрлитамакри ĕçсем çинчен каласа пачĕ. («Çынсем каланине илтрĕм», — терĕ вăл.) Лешĕ сăнран тĕксĕмлеичĕ пек, хăй çавах хĕрлисемпе шуррисен ĕçĕсене сасăпа каласа ырламарĕ те, хурламарĕ те. Весуккара ӳчительте ĕçлекен Чулçырма çынни ăçта кайма тухнă-ши паян? Весуккаран Чулçырмана ку çулпа çӳремеççĕ — ытла тавра. «Ман пек юриех тавра çулсемпе çӳрекен çын пулмарĕ-ши ку? Мĕн хайлапа çӳрет-ши? Аçта кайнине ыйтас мар-ши?» Рамаш хăй шухăшне вĕçне çитерсе ĕлкĕреймерĕ, Якаль енчен утлă ушкăн тăпăртаттарса çывхарни илтĕнчĕ. «Усламçă», хăй те сисмесĕр, кĕлеткепе хăвалăх ăшнелле туртăнчĕ. Ватти те кăртах сикрĕ, йĕкĕте, алăран тытса, хăвалăха шаларах туртса кĕртрĕ. Кĕпер урлă пилĕк-ултă юланут тĕпĕртеттерсе каçса кайрĕ, çырма леш енчи шултра вăрман хушшинче çухалчĕ. — Куртăн-и, малай, карательсем ялсем тăрăх мĕнле тустарса-кастарса çӳреççĕ? — ыйтрĕ ватти. — Эс, бабай, карательсенчен хăратăн-им? Ма пытантăн? — шăл йĕрчĕ хĕпĕртенĕ Рамаш. — Хамшăн мар, саишăн хăрарăм, — терĕ лешĕ. — Кам эсĕ — мана пĕлме кирлех мар. Тутарла шеп калаçатăн, çавăнтах эс хăшпĕр сăмахсене тутарла мар, пушкăртла çавăрса хуратăн. Çак отрядра пĕр-пĕр тутар пулнă пулсан, вăл сана тĕпчесе тинкӳне кăларнă пулĕччĕ… Пытанма та эс манран маларах упалентĕн-ха, — старик йĕкĕте куçран сăнаса пăхса илчĕ. Рамаш кулса ячĕ, унтан хăй те ваттине тĕлĕнтерсе пăрахрĕ: — Тавтапуç, Хрулкка мучи! Халь ĕнтĕ пĕр-пĕринчен пытанмасăрах калаçар, — терĕ вăл чăвашла. Çăмăлкка ача пек шăл йĕрсе каларĕ пулин те, ун шухăшĕ пĕртте çăмăлттай марччĕ. Чăнах та çав, Чулçырмана Хрулкка мучи, Куçминккана кĕрес мар тесе, тавра çулпа каять, карательсенчен Рамаш пекех хăрать, унтан, мĕн каласан та — ун ашшĕн тусĕ. Эппин, Хрулкка мучирен ытлашши асăрханма та кирлĕ мар унăн, вăл пурпĕрех Рамаш суя усламçă пулнине тавçăрса илнĕ. Йăнăшрĕ пулсан та — лешĕ ăна вăрманта пĕччен нимех те тăваяс çук. Çакăн пек шухăшсем çиçсе иртрĕç Рамаш пуçĕнче хăй Хрулкка мучипе чăвашла калаçа пуçланă вăхăтра. Лешĕ ун сăмахĕсене илтсен, тĕлĕнсе, çӳçенсе кайрĕ. «Усламçă» куçĕнчен тепĕр хут шăтарас пек чăр пăхрĕ те: — Эс, мыскараçă, ăçтисем, кам таврашĕ пултăн-ха çак? — терĕ. — Чулçырмасем мар пек, Весуккара та кун пек шĕвĕркке çук. Те тутарла вереннĕ чăваш ачи эсĕ, те чăвашла вĕреннĕ пушкăрт ачи… — Чăваш ачи эпĕ, Хрулкка мучи! Рамаш эпĕ, Тайман Сахарĕн ывăлĕ. Паллаймарăн пулать апла? Эпĕ те сана паллаймастăмччĕ пулĕ те, уру çине пăхсан, калăпна аса илтĕм. Ун пек лаптак сăмсаллă атă калăпĕ тĕнчере урăх çук та пулĕ. Ваттин хĕсĕк куçĕ, яр уçăлса, хĕвел пек ялкăшрĕ, хăй вара пĕчĕк ачалла савăнса ихĕрсе ячĕ, çамрăкки те унран юлмарĕ. Иккĕшĕ те кулма чарăнсан, малтан Рамаш хăй çинчен ним пытармасăр каласа пачĕ. Ватти ăна пӳлмесĕр, тимлĕн итлесе ларчĕ. Лешĕ калаçма чарăнсан та, труках чĕнмерĕ. — Апла иккен, — терĕ вăл, ларсан-ларсан. — «Йывăççинчен улми аякка ӳкмест», — тенĕ ваттисем. Хальхи саманара урăхла та пулкалать: ывăлĕ ашшĕне хнрĕç тăрса çапăçать. Сан аçу манран маларах тĕрĕс çул çине тухнă. Эсĕ аçусăр та, хăв тĕллĕн, çав çулпах уттартăн пулать. Маттур! Эпĕ ак, ватсупнă, вăрманта нихçан аташманнине пурнăçра аташса кайнăччĕ. Çутă ăстăнлă çынсем тӳрĕ çул çине кăларчĕç… Юрĕ-çке! Аçу ăçта халь, хыпар илтĕн-и? — Çук, Хрулкка мучи, хыпар илеймерĕм. Козин юлташ Самартан таврăнаймарĕ. Атте пирки ним те пĕлместĕп. — Чехсем Самара кĕрес умĕн чугун çул кĕперне сыхлакан отрядра пулнă вăл. Кăяш Тимккине астăватăн пуль? Аçу пирки çав çын каласа пачĕ мана. Ан пăшăрхан, тен, сывах пуль-ха… «Тен?.. Тен, сывах пуль, тен, ун чĕрине тăхлан сивĕтнĕ пуль», — хурланчĕ Рамаш. — Эпĕ тĕрĕс çул çине тухни аттесĕрех пулмарĕ, Хрулкка мучи, — терĕ Рамаш, тимлĕ шухăшран татăлса. — Тимкка пиччене итлеме хушса хăварчĕ вăл мана хăй вăрçа кайнă чух. Аçта халь вăл, Тимкка пичче, Авандеев юлташ? Эс пĕлетĕнех ĕнтĕ. Ман ăна тĕл пуласчĕ! Атте вырăнне пулĕччĕ вăл маншăн. — Ытла васкамасан, тен, тĕл пулăн та, — юптаруллă хуравларĕ ватти. — Емĕтленнĕ çĕре çитме тавра çулсем шанчăклăрах та пулаççĕ. Весуккаран Чулçырмана çитме миçе çухрăм, пĕлетни? Çамрăкки ваттине куçран пăхса тутине кулăшла чалăштарчĕ. — Камшăн епле? — юптарчĕ хăй те. — Сирĕншĕн тесен, паян тесен, — хĕрĕхрен кая мар. — Çапла çав. Анкаруллă йĕкĕт эс, — ырларĕ ватти. — Çавăнпа ытлашши аи тĕпче. Сана мĕн пĕлме кирлине хамах калăп. Ак мĕн пирки иккĕленсе ларатăп-ха: сана Весуккана те тӳрĕ çулпа, те çапах та Якаль урлă кайтарас? Пур хыпарсене те тăруках пелтересшĕн мар ватти çамрăккине. Çапах отряд пирки, ревком пирки каласах пулать — хăллĕхе ятсене ăсăнмасăр, ревком тĕлне палартмасăр. Хăвалăх хушшинче тата калаçса ларчĕç тавра çулсемпе таçта васкакан çулçӳревçĕсем. Савăнăçлă хыпарсем те, ревкомăн пăшăрхантаракан ĕçĕсем пнрки те пĕлчĕ Рамаш. Карательсен отрячĕ Каменкăна кĕç-вĕç пырса çитме пултарать. Çавăн пирки хыпар пĕлме пер çын хулана кайнă, Ятрус хăй тăван яла васкать. Рамашăн усламçă çулĕ вĕçне çитрĕ темелле: е тӳрех, е Якаль урлă Весуккана каять ĕнтĕ вăл, унта Яхруша тĕл пулать. Кайран, тен, çамрăк туссене пурне те тĕл пулĕ… Шел, Трашук ялтах юлнă иккен. — Итле-ха, Рамаш, — терĕ юлашкинчен Ятрус. — Эпĕ хам та ревком вет, эсĕ те революци вут-хĕмĕнче самаях пиçнĕ. Атя-ха, иксĕмĕр канаш тытса, ревком ĕçне васкатар. Якалĕнче те салтака каймалли çынсем карательсене кĕтсе тăман, вăрмана тарнă. Çавсемпе çыхăнаймарăмăр-ха. Вилутравра пытанса пурăнаççĕ имĕш. Шурлăх-путлăх варринчи çав типĕ утрав пирки илтнĕ-и эс? Чим-ха, эп хам ăна Вилутрав терĕм, çынсем Вилмен тесе чĕнеççĕ. — Илтнĕ. Атте асăнатчĕ ун пирки. — Çав утрава çитсе вăрманти çынсемпе çыхăнсан, эс ревкомшăн питĕ усăллă ĕç тунă пулăттăн. Эп хам, Чулçырмаран таврăнсан, çавăнта каймаллаччĕ. Анчах та… вăрманта саланса пĕтме е айванланса яла таврăнма пултараççĕ çара янахсем. Унта пурте санран ик-виçĕ çул кăна аслăрах çамрăксем. Çавсене, пиртен хыпар иличчен, саланма е яла таврăнма ан пар. Çĕрле яла апат илме каякансене ан чар. Иккĕн-виççĕн асăрханса кайса килччĕр. «Якаль урлах каймалла пулчĕ нккен. Яла арча йăтсах пырса кĕрес. Юлашки тавара суткаланă чух, тен, аккана тĕл пулăп. Ыттине ун урлă пĕлме тăрăшăп вара», — шухăшлать Рамаш. — Стерлитамакран кунта çитме пĕлннне Вилутрава та çитĕн, — тет малалла ватти. — Çав ялта асăрхан. Темен кукку патне ан кĕр. Куштан та усал старик. Хĕрлĕ Ваççапа туслă. — Тĕве куккана эп лайăх пĕлетĕп, — кулса ячĕ Рамаш. — Ун пек кутăн çын тĕнчере урăх тупаймăн. «Акка пирки асăнмарĕ — пĕлмест пулас», — шухăшлать Рамаш. — Тата акă мĕн, — сăмахне каласа пĕтермен-ха Ятрус. — Якалĕнче пĕр коммунист та юлмарĕ. Çиччĕнччĕ вĕсем. Пурне те тăшмансем пĕтернĕ. Апла пулин те вăрмантисем хушшинче икĕ шанчăклă çын пурах: пĕри чăваш, Шур Пракань ятласкер, тепри вырăс, Ларион Дятлов. Малтан çавсемпе паллашса туслаш. Ревкомран çын пырасса кĕтĕр. Çав вăхăтрах сыхлăх пирки те ан манăр. Карательсем паян тесен паян килсе çитме пултараççĕ. Вĕсене çул кăтартакансем те тупăнĕç. — Сиртен связной пырасса кĕтмелле-и вара пирĕн? — кăшт шухăша кайса чĕнчĕ Рамаш. — Эсĕр Чулçырмаран таврăнса ревкомпа çыхăниччен (вăл юнашарах мар пуль-ха), сиртен пирĕн пата çын килсе çитиччен, темиçе кун иртĕ. Çав хушăра пирĕн çăлăнăç утравĕ чăнах та вилĕм утравĕ пулса тăмĕ-и? Карательсем пĕртен-пĕр сукмака питĕрсе лартĕç те… Çук, ман шухăшпа таркăнсене хăвăртрах урăх çĕре куçарас пулать. Ваттин кăмăлĕ уçăлсах кайрĕ: ку йĕкĕте вĕрентме кирлĕ мар иккен. — Юрать, — терĕ вăл. — Çав аирашнă сурăх кĕтĕвне хăвна пăхăнтарма пĕлсен, урăх çĕре ертсе кай, эппин. Вара эсир мар, эпир сиртен çын кĕтĕпĕр. Кам та пулин ман пата Весуккана эмелленме пытăр. Тата тепĕр сăмах çеç: Самлейпе Весукка хушшинчи вăрмаиа пирĕнпе çыхăниччен ан кайăр. Юлашкинчен ватти ревком парольне каларĕ. Рамаш икĕ çыру çырса хатĕрлерĕ: пĕрнĕ — Трашук патне, теприне — Оля патне. Оля пирки Хрулкка мучипе калаçма вăтаннăран вăл икĕ çырăвне те, нĕр хутпа чĕркесе, Трашука пама хушрĕ. Вара вĕсем çул çине тухрĕç те иккĕш те ик еннелле çул тытрĕç. Рамаш Хрулкка мучи кĕпер урлă каçса вăр-мана кĕрсе кайичченех çурçĕр еннелле пăхса тăчĕ. Унтан: — Эх, тавра çулсем! Телей пĕр енче, ăна тупас тесен, тепĕр еннелле каймалла акă, — терĕ те, тутарла юрласа, кăнтăр еннелле танккарĕ. Вутлă ункăра Çамрăк Совет çĕршывĕшĕн юнлă кунсем çитрĕç, революцин чи йывăр, чи асаплă тапхăрĕ пуçланчĕ. Виçĕ кун хушшинче иртсе каймарĕ вăл, виçĕ çула пычĕ… Шалти контрреволюципе çĕршыв тулашĕнчи тăшман пĕрлешсе Российăри революцие пăвса вĕлерме шутларĕç. Тĕнчери капитал хушиипе чехсен экспедициллĕ корпусĕ Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклерĕ. Çав контрреволюциллĕ пăлхавăн инкекĕ чи малтан Пензăпа Самар кĕпĕриисене тиврĕ. Çамрăк Совет влаçне хӳтĕлеме малтанхи тапхăрта йышлă та вăйлă çар çукчĕ. Çавăнпа шурă чехсен аллă пинлĕ çарĕ виç-тăватă уйăх хушши ирĕккĕн алхасрĕ, ытти шурă çарсене вăй илме, Мускав енне талпăнма май пачĕ. Анчах çарсăр Совет влаçне хăвăрт аркатса тăкма шутланă тăшман йăнăшрĕ. Ленин партийĕ чĕннипе рабочисемпе чухăн хресченсем пĕтĕм çĕршывĕпе хăйсен влаçне хӳтĕлеме çĕкленчĕç, тем тери вăйлă шалти-тулти тăшмана та парăнмарĕç. Самарти революциллĕ вăя вунă хут вăйлăрах тăшман вăхăтлăха çĕнтерчĕ, анчах ăна пĕтĕмпе аркатма, пĕтерсе лартма пултараймарĕ. Чехсем, шалти тăшман пулăшннпе, çĕрле хулана кĕрсен, тӳрех паллă вырăнсене тĕллеиĕ: вокзала, сыхлăх штабне, коммунистсен клубне… . Сыхлăх штабĕнчи латышсен отрячĕ клубри ревком членĕсене пырса çăлма мар, хăй те çăлăнайман. Вăтăр-хĕрĕх коммунист штаб умĕнче паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Клубри çынсем пĕртен-пĕр çулпа çеç хăтăлма пултарнă, çав çула вĕсене Тайман Сахарĕпе калаçнă рабочи кăтартса пачĕ. Тепловăн пĕчĕк отрячĕ, ревком хушса янипе, Куйбышева пристане çитерсе, пăрахут çине лартма пикенчĕ. Урамсенче ушкăн-ушкăнăн килсе тухакан тăшман умне гранатăсем ывăтса, вутлă хӳме тăратрĕ. Çапла Самар рабочийĕсем хăйсен юратнă руководительне Атăл хĕррине çитиччен хӳтĕлерĕç. Теплов хăй виç-тăватă хĕрлĕ гвардеецпа пристань çумĕнчи урамра вунă-вунпилĕк минут тăшмана чарса тăчĕ. Юлашкинчен пĕччен юлнăскер, вăл пĕр картишне кĕрсе пытанчĕ. Теплов пек çапла аран çăлăнкаланă хăшпĕр ревком членĕсем тăшман аллине лекнĕ хулара вăрттăн ĕçлеме юлчĕç. Паллах, клубра юлнă коммунистсем çăлăнăç кĕтсе илеймер.ĕç. Шурă флаг тытса, алăка уçса урама тухмалла пулчĕ вĕсен. Чехсем клубра Куйбышева тупайманшăн пăшăрханнипе ыттисене палласа-тĕпчесе тăмарĕç, пурне те ушкăнĕпе тĕрмене ăсатрĕç. Куйбышев, «Межень» пăрахут çине ларса, Сенгилей таврашне çитрĕ. Унта вăл Хĕрлĕ Çар отрячĕсене çирĕплетрĕ, Атăл çинче çар флотилийĕ туса, ăна Ставрополь таврашне ăсатрĕ, Чĕмпĕр хулине чехсенчен хӳтĕлеме хатĕрленчĕ. Элеватор таврашĕнче çапăçнă Гай отрячĕ те, пристань еннелле йĕркеллĕ чакса, юлашки пăрахут çине ларма ĕлкĕрнĕ. Сенгилей таврашĕнчи ĕçсене йĕркеленĕ хыççăн Куйбышев Гай отрядне çавăнта хăварчĕ те, хăй Чĕмпĕре Тухачевскипе тата Варейкиспа канаш тума кайрĕ. Кĕçех Ĕпхӳ енчен Подвойский юлташ та пуйăспа Чĕмпĕре пырса çитрĕ. Подвойский чи малтан Куйбышева хăй патне чĕнсе илчĕ. Куйбышев ăна Самарти хурлăхлă ĕçсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ, унтан Чĕмпĕрпе Сенгилей таврашĕнчи фронта командовани епле çирĕплетме шухăшлани çинчен пĕлтерчĕ. Куйбышев калçма чарăнсан, Подвойский, сăмах чĕнмесĕр, чылайччен вакун тăрăх утса çӳрерĕ, унтан, чӳрече витĕр Сĕве шывĕ еннелле пăхса, тарăн шухăша кайрĕ. Мĕн шухăшларĕ-ши парти Тепкомĕи полномочийĕпе килнĕ таса та çирĕп кăмăллă большевик? Самар большевикĕсем тунă йăнăшсем çинче-ши е тата хăй Самарта пулнă чух тунă йăнăшсем пирки-ши?.. Хăй мĕн шухăшланине Куйбышева каламарĕ вăл, анчах кăмăлĕ пăртак пусăрăннă хыççăн Чĕмпĕрти командованин планне ырларĕ, Самар ревкомĕн малашне мĕн тумалли çинчен çирĕп сасăпа лăпкăн сăмахларĕ. Унтан Подвойскипе Куйбышев уйрăлчĕç. Иккĕшĕ те дăйсен ĕçне малалла тума çав кунах Чĕмпĕртен тĕрлĕ еннелле тухса кайрĕç. Подвойский Мускава Атăлпа Урал таврашĕнчи ĕçсем пирки Ленина каласа пама васкарĕ… Валериан Владимирович, хальччен çар çынни пулманскер, революци хушнипе, Хĕрлĕ Çарăн паллă деятелĕ пулса тăчĕ. Çав кунран пуçласа мĕн граждан вăрçи пĕтичче-нех Хĕрлĕ Çара çирĕплетсе ăна политикăпа çапăçу ăсталăхĕ тĕлĕшĕнчен тĕрĕс ертсе пыракансенчен пĕри пулчĕ вăл. Самар ревкомĕ саланмарĕ. Ревком членĕсем, хулара юлманнисем, Чĕмпĕрте пухăнчĕç. Çĕнелнĕ Самар ревкомĕ Чĕмпĕртен Инза таврашне, каярахпа каллех Атăл çине, Покровск хулине куçрĕ, Самарта вăрттăн ĕçлеме юлнă коммунистсемпе çыхăнма пикенчĕ, кĕпĕрнери пур революциллĕ вăйсене пухса чăмăртама тăрăшрĕ. Çыхăну ĕçĕ те коммунистсемшĕн çăмăл пулмарĕ. Нимрен хăрамасăр паттăр ĕçлекен связнойсенчен чылайăшĕ, тăшман аллине лексе, революцишĕн пуç хучĕç. Вăрçа каякан çынсене чей ĕçтерекен хĕр сăнлă хĕрарăм, Мария Авейде, çав паттăрсенчен пĕри пулчĕ. Самарта вăрттăн ĕçлесе, таçти-таçти ревкомпа çыхăну тытса тăнă вăл. Ана шуррисем кĕске вăхăтрах темиçе хут арестлесе тĕрмене хупнă. Тĕрмерен икĕ хутчен тарма пĕлнĕ Авейде. Юлашкинчен Çĕпĕре ăсатнă çĕртсн, «вилĕм пуйăсĕ» çинчен, тарнă. Çапах Хĕрлĕ Çар татăклă çĕнтернине курса юлаймарĕ çак ырă кăмăллă, паттăр хĕрарăм. Колчак вăхăтĕнче Екатеринбург хулинче тăшман разведки ăна йĕрлесе тупнă та тĕрмере асаплантарса вĕлернĕ… Подвойский Атăл таврашĕнчен Мускава таврăнсан, пĕр-икĕ эрнерен, унта революци шапишĕн татах та пысăкрах хăрушлăх сиксе тухрĕ. Тен, çавăн чух Подвойский юлташ Самарта пулса иртнĕ ĕçсене аса илчĕ пуль, тен, çав йăнăшсене тĕпрен шута илсе, вĕсемие, паллах, Ленинпа пĕрле, тĕрĕс усă курма пĕлчĕ пуль… Николай Ильич Подвойский хăйне хăй «революци салтакĕ» тет. Революци вара хăйĕн салтакне темле генералсенчен те çӳле çĕклерĕ. Вăрçă ĕçне ятарласа вĕренмен пулин те, вăл, çирĕм çул хушши революци ĕçĕшĕн кĕрешсе, çапăçса, ĕçре-вутра пиçнĕ. Ленин сĕннипе ăна Совет правительстви Хĕрлĕ Çар йĕркелесе çирĕплетме хушать. Çапла, Подвойский юлташ Совет влаçĕшĕн чи йывăр тапхăрта Хĕрлĕ Çарăн тĕи инспекторĕ пулса тăнă. Хĕрлĕ Çар. Вăл йышлă мар-ха. Унта хăйсен ирĕкĕпе çырăннă салтаксемпе рабочисем çеç. Тăшман пур енчен те хупăрласа килет. Ун çарĕсем лайăх хĕçпăшалланнă, вăрçă ĕçне хăнăхнă. Тăшмана хирĕç Совет влаçĕн питĕ йышлă та вăйлă çар тăратмалла. Ĕçхалăхĕ тăватă çул çапăçса ĕшеннĕ. Çавăнпа Совет правительстви Хĕрлĕ Çара салтаксене мобилизаципе чĕнтерес закон кăларма васкаман. Çапах та васкама вăхăт çитрĕ ĕнтĕ. Самани васкатать. Çăва тухнă çĕре, чехсен пăлхавĕ пуçлансан, вутлă ункă Мускава пур енчен те çавăрса илчĕ, пăчăрта пуçларĕ. Çав йывăр вăхăтра сутăнчăк сулахай эсерсем, Совет правительствинче болыиевиксемпе пĕрле ĕçлеме пулнăскерсем, революцие вăрттăн шалтан аркатма хатĕрленнĕ. Мускавра Советсен пиллĕкмĕш съезчĕ ĕçлет. Съездра сулахай эсерсем сахал мар. Правительствăра та пур-ха вĕсем. Хăйсен контрреволюциллĕ шухăш-кăмăлне пытарса, питĕ чее ĕçлеççĕ. Ленин умĕнче питĕ йăпăлтн пулнă вĕсем. Хăшĕ-пĕри унпа калаçнă чух «Икĕ партие халь пĕрлештермелле ĕнтĕ. Эпир, Совнаркомра пĕрле ĕçлесе, туслашса кайрăмăр», — тенĕ. Ленин çав йăпăлтисене ĕненсех çитмен, çапăх та уншăн хăшĕ тӳрĕ кăмăллă çын пек курăннă. Июлĕн улттăмĕшĕнче, съездра пысăк перерыв пуçлансан, Ленин хăйĕн Кремльти кабинетне таврăнчĕ. Паян ырă мар хыпарсем хура çăхансем пек умлă-хыçлă вĕçсе килессе кĕтменччĕ вăл. Хунхă-суйхă ахаль те нумай. Продовольстви ыйтăвне татса памалла. Ялта чухăнсене пĕтĕçтерсе, социализмлă революцие хирĕç çĕкленекен кулаксемпе кĕрешмелле. Шалти контрреволюцие пусарма, интервентсене çĕнтерме йышлă та вăйлă çар кирлĕ. Революци çарне пĕтĕмпех çĕнĕрен тăвас пулать… Ленин съезд умне çак задачăсене лартнă. Виççĕмĕш кун ĕçлет съезд. Тарăн шухăша кайса, пӳлĕм тăрăх утса çӳрерĕ Ленин, сĕтел патне пырса тăчĕ, ал тупанĕпе çамкине сăтăрса илчĕ. «Пăчă паян. Аслатиллĕ çумăр пулать ахăр», — шухăшларĕ вăл. Аслатиллĕ çумăрĕ Мускавра çав кун чăнах та пулчĕ. Анчах çанталăкран маларах самани кĕрле пуçланă. Виçĕ тĕлте виçĕ усал ĕç пуçласа янă паян эсерсем. Виçĕ усал ĕçĕн пĕр тĕллев: шалти тăшман, пăлхав çĕклесе, Совет правительствине арестлеме, Ленина вĕлерме палăртса хунă. Виçĕ усал ĕç пĕр самантрах пуçланнă пуль — хыпарĕсем Кремле черетленсе çитрĕç. Съездран апатланма килнĕ Ленин хăйĕн кабинетĕичен тепĕр кунччен те тухаймарĕ. … Паян Ленинăн хăрушă хыпарсем çине-çинех илтме тиврĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ çырусем çырчĕ вăл. Çав çырусем, кăтартусем Хĕрлĕ Çар штабне ялан сыхă тăма хистерĕç, Мускав рабочийĕсене алла хĕçпăшал тытма васкатрĕç. Подвойский юлташăн кабинетне çитнĕ пирвайхи хыпарсенчен пĕри Ленин çырăвĕ пулчĕ. Эсерсем, провокаци тăвас шутпа, нимĕç посолне вĕлернĕ-мĕн. Çапла хăтланса, Германи çарĕпе çĕнĕрен вăрçă пуçласа ярасшăн вĕсем. Гарнизон сыхлăхне çирĕплетмелле, вăл хуть те мĕнле хăрушлăха та хирĕç тăма хатĕр пултăр. Малтанхи ырă мар хыпар хыççăн тепри, тата хăрушăраххи, пырса çитрĕ. Ярославль хулинче эсерсем пăлхав çĕкленĕ. Совет членĕсене пурне те вĕлернĕ, паллăрах коммунистсене, çĕр тăхăр çынна, Атăла путарнă. Паллах, тăшмансем унта, фронт уçса, чехсемпе пĕрлешесшĕн. Икĕ усал ĕç пĕр вăхăтра сиксе тухни — ăнсăртран пулнă япала мар. Ярославль! Мускавран виççĕр çухрăм та çук. Вутлă ункă Мускав тавра пăчăртанатех… Кун пирки Подвойскине уйрăм ăнлантарса пама кирлĕ мар, хăех чухлать. Çавăнтах телефон шăнкăртатрĕ, трубкăра Ленин сасси илтĕнчĕ: — Халех Ярославль хулинчи пăлхава пусарма приказ парăр. Мĕнпур вăя пухса, çавăнта ăсатăр. Кашни сехетрен мана пĕлтерсе тăрăр. Хĕрлĕ Çар штабĕнче хĕрӳ ĕç пуçланчĕ. Антонов-Овсеенкăпа Подвойский, Вацетиспа Данишевский ларма-тăма пĕлмеççĕ. Хĕрлĕ Çарăн пĕртен-пĕр резерви — рабочисем. Вăйлă резерв. Революцн вăйе иксĕлмен-ха. Анчах… анчах тăшман лăпланмасть. Тӳрех революци чĕрине тĕллет. Иккĕмĕш хыпар хыççăн виççĕмĕшĕ, тата хăрушăраххи, сиксе тухрĕ. Попов отрячĕ, Мускавра пăлхав пуçласа, Кремль таврашĕнче чылай пысăк район çавăрса илнĕ. Пăлхавçăсем Дзержинский юлташа арестленĕ, гарнизонри салтаксем хушшинче эсерла агитаци пуçланă, çара хăйсем енне çавăрма, ăна Совет влаçне хирĕç яма хăтланнă. Çав хьшарпа пĕрлех Хĕрлĕ Çар штабие Ленин çырăвĕ пырса çитрĕ: «Подвойский юлташ мана халех Мускав гарнизонĕнчи ĕçсем çинчен тата контрреволюциллĕ пăлхава мĕнле майпа пусарма хатĕрленни çинчен личнă хăй килсе пĕлтертĕр». Революци шăпи, чăн та, хальччен кун пек хăрушлăхра пулман. Подвойский кун каçиччен темиçе хут та Ленин кабинетĕнче пулчĕ. Хĕрлĕ Çар штабĕ пăлхавçăсене аркатма хатĕрленет. Ленин çине-çинех кирлĕ кăтартусем парать. Тул çутăлнă çĕре Подвойский, Вацетис, Данишевский, — пурте пĕрле Ленин патне пырса, хăйсен ĕçĕсем мĕнле пынине пĕлтерчĕç. Ленин командовани планне ырларĕ, çавăнтах тата канашсем пачĕ, операци туса ирттерме ăнăçлăрах вырăнсене кăтартрĕ. Вăл артиллери пирки тăхтама хушрĕ: «Мускавра, тен, тупă кĕрлеттермесĕрех хăрушлăха сирсе яма пулĕ», — терĕ. Ленин кабинетра пĕччен юлчĕ. Хушăран унăн помощникĕсем кĕре-кĕре тухаççĕ, сĕтел çине донесенисем хурса хăвараççĕ. Телефон ĕçлеми пулнă, телефон станцийĕ тăшман аллинче. Сасартăк çывăхрах снарядсем çурăлни илтĕнчĕ. «Артиллери. Тӳрех Кремле тĕллесе переççĕ», — шухăшларĕ Ленин. Вăл уçă чӳречерен пырса пăхрĕ. Енерхи аслатиллĕ çумăр хыççăн çанталăк уяртса янă. Мускав шывĕ енчен уçă сывлăш килет. Ленин хыпăнса ӳкнĕ пек пулчĕ, юнашар пӳлĕме тухса, унта ĕçлекен çынсене лăплантарма тăрăшрĕ. Ним пулман пекех вăл: — Тепĕр çур сехетрен, шăп пиллĕкре, Совнарком ларăвĕ пуçланать, — терĕ. Акă кабинетра, чĕрене кăрт сиктерсе, тахçанах шарлами пулнă телефон чăнкăртатса илчĕ. Ленин, васкаса, телефон патне пычĕ, трубкăна илсе пăртак итлерĕ те телефон станцийĕнчен ырă хыпар пĕлтерекен юлташпа хаваслăн калаçма пуçларĕ… Пирвайхи савăнăçлă хыпар: телефон станцийĕ каллех пирĕн алăра. Ленин телефониста тав турĕ те хăйне Вацетиспа çыхăнтарма хушрĕ. Унтан Хĕрлĕ Çар командованине çапла хушрĕ: — Эсерсем пире çул кăтартса пачĕç. Хăйсене те артиллери вучĕпе çунтарăр. Тупăсемпе пеме ирĕк паратăп… Çапла, Ленин хăй ертсе пынипе, революцин шанчăклă паттăрĕсем, Хĕрлĕ Çар командирĕсем хăвăрт ĕçленипе, эсерсен пăлхавне сарăлма памарĕç, çийĕнчех пусарса хучĕç. Çапах ку вăл юлашки хăрушлăх мар… Пин. те тăхăрçĕр вунсаккăрмĕш çулăн çурри кăна иртнĕ-ха. Хăрушлăхсем революци малашлăхне те, Ленинăн кунçулне те кашни кĕтесрех кĕтсе тăраççĕ. Икĕ философ Мулла Анукĕ ĕлĕкрех ашшĕ килнипе кайнине асăрхамастчĕ те тейĕн. Ашшĕ уншăн пăшăрханмастчĕ. Ачашлăх тени çукчĕ вĕсем хушшинче. Паян Апука тем пулчĕ, ашшĕне курсан, вăл хурланса макăрса ячĕ. Унтан ăна Шатра Миккапа Палие епле хĕнесе асаплантарни çинчен каласа пачĕ. Ашшĕ халь тин хĕрĕн кăмăлне туйса илчĕ. Вăл мĕншĕн йĕнине пĕлсен, хĕрĕнчеп пытарас мар терĕ. — Ан макăр, Анук. Иккĕшĕ те сывалчĕç. Микка сана салам калама хушрĕ. Тата тепĕр çын салам каларĕ, Тимĕркке шăллĕ, пĕлетĕн пуль, — йăпатма тăрăшрĕ хĕрне Ятрус. — Çĕр çăттăр! — çухăрчĕ халь кăна куççуль тăкса ларакан çамрăк хĕрарăм. — Эс, атте, вĕсем ăçтине пĕлетĕн-и?! Халех Праскипе Хвекле инкене кайса савăнтарам… — Ан çатăлтат-ха, чакак хăраххи. Ку хыпарсем пирки никампа та ан калаç. Ермишкене хамах систерĕп, — чарчĕ Анука ашшĕ. Трашук çухални çинчен пĕлсен, старик ним тума аптрарĕ. Унтан, хĕрĕпе вăрттăн ĕçсем пнрки калаçиă хыççăн, Рамаш çырăвне Анука парса хăварас терĕ. Тен, Трашукĕ яла таврăнĕ-ха… Ашшĕ Шалтикаса авалхи тусĕ патне хăнана кайсан, Анук Рамаш çырăвне уçмасăр тӳсеймерĕ. Çыру ăшĕнчен тепĕр çыру тухса ӳкрĕ. Лешеккинчи хĕр валли. Рамаш хĕрĕ çинчен Анук илтнĕччĕ. «Праскисене савăнтарса пулмарĕ, эппин, майра хĕрне кайса савăнтарам хуть», — терĕ те вăл, Лешеккине тухса вĕçтерчĕ… Ай, пăтранать те самани! Пуп чиркӳре никама мухтав юрри юрлама аптранă. «Христоса юратакан çара çĕнтерӳ кӳр!» — тесе юрлатчĕ пĕр вăхăтра. Халь вара Раççейĕн çарĕ те çук темелле. Çарĕ çук, çаиăçу нумай. Тăван çĕршывăн тулти тăшманĕпе мар, хамăрăннисемех пĕр-пĕринпе çапăçаççĕ. Пĕр çемьери гăвансем те пĕр-пĕринпе хирĕçсе-хирĕлсе пĕтнĕ. Назар Çимуна вĕлерес тесе йĕрлет имĕш. Вăл, яла килсе, килти ĕçсене те нăсса хăварчĕ. Çавна пула Мăрзабайăн хăйĕн юратнă хĕрне качча туйсăр-мĕнсĕрех памалла пулчĕ. Наçтукăн пурнăçĕ тепле пулчĕ ĕнтĕ. Аванах мар, ахăр; урамра тĕл пулсан, сăмах чĕнмест. Килсе те çӳремест. Смоляковсем патне вара Мăрзабай хăй каймасть. Васкарах пачĕ çав. Назарĕ килмерĕ те вĕт Таллăран. Халăх тыткăнĕнчен темле хăтăлса, тӳрех Хусана сирпĕннĕ. Таллăра та карательсене пулăшакан фалылинсем тупăннă пуль çав. Тăван ывăлĕнчен хăраса, юратнă хĕрĕн ĕмĕрне хăртрĕ вĕт. Каярахпа Мăрзабай тепĕр йăнăш туса хучĕ. Чăнах та, Трашука мĕншĕн хулана ячĕ-ха вăл, ватсупнă, ухмах? Чехсен аллине лекмен пулсан, пырĕччĕ хуть. Вĕсем ярса тытнă пулсан вара, ăйăрне ытараймашшпе хăйне те хупса лартрĕç пуль… Тата — персе вĕлерме те пултарнă Назар хăраххисем. Тимук ун чух хайлана печĕ пуль. Хулана хамăн каймаллаччĕ пĕрех хут… Тупата туршăн, ман телее, Трашук таврăнсан, ăна çав кунах киле кĕртеи, кĕрӳ тăвап! Мăрзабай ăрăвĕ Çăпата Михалин ăрăвĕпе хутшăнса çĕнелтĕр, çĕнĕ тымар ятăр… Кил хуçи паян ирхине килне пĕччен юлнă та çак шухăшсемпе асапланса ларать. Акă вăл, урăх ĕçес мар тенĕ çĕртех, шкап патне çывхарчĕ. Эрех кĕленчи вара хăех сĕтел çине тухса ларчĕ тейĕн. «Чĕртес-ши мухмăра, чĕртес те мар-ши? Чĕртес, эппин, анчах юлашки черкке пултăр. Пуçа саманинчен ытла хăмла пăтратать пуль», — шухăшлать хуçа. Мăрзабай çаила пирвайхи черкке умĕн шухăшларĕ. Тепĕр черкке ӳнĕнтерсен вара урăхла шухăшла пуçларĕ. Ара, ĕçмесен, иурăнма кичем. Каллех пăтранчăк самана айăплă. Айăпне-сăлтавне тупнă хыççăн виççĕмĕш черкки хăех тулса ларчĕ. Пĕр ĕçме тытăнсан, сăлтавĕ тупăнать. Хуçа виççĕмĕш черкке ӳпĕнтернĕ хыççăн юрă ĕнĕрме пуçланăччĕ, çав вăхăтра кĕтмен çĕртен хăна пырса кĕчĕ. — Саламалик, ман килес, Павел Алексеевич! — терĕ вăл алăк урати урлă каçнă май. Хуçа пĕр самант куçне чакăртса пăхса ларчĕ. Унтан, пуканне йăвантарса ярса, сиксе тăчĕ, сасартăк шывланнă куçне ал тӳрчĕпе шăлса илчĕ те урай варринелле утса тухрĕ. — Аçтан татăлса антăн, тусăм, пĕртенпĕр юратнă тусăм, Хрулкка, хисеплĕ Фрол Тимофеевич! Турă çук, тетĕн. Пурах пуль çав турри. Вăл кăна пĕлет: эс маншăн çут тĕнчере чи хаклă çын… Хуçа хистенипе хăна сĕтел умне, пукан çине, пырса ларчĕ. Пĕр черкке унăн та ĕçмелле нулчĕ. Унтан вăл: — Ытти — ытлашши пулать, — терĕ те, куçне култарма тăрăшса, хуçана ӳкĕтле пуçларĕ. — Сан патна ĕçме мар, калаçса ларма килтĕм. Сана та çитнĕ, Павел Алексеевич. Эс, патша пек, пĕччен ĕçме вĕрентĕн-им? Ан çиллен тӳрĕ сăмахшăн. Эп санран кăшт аслăрах, тус кăна мар, пиччӳ те пулатăп. Елĕкрех Лев Толстой çырнисене юратса вулаттăн эс. Астăватни: пур инкек те çавăнтан килет, тенĕччĕ çав шур сухал. — Лев Толстой вилнĕ. Ун пек пысăк çынсем те вилеççĕ çав. Эпĕ те вилеп. Эсĕ те вилен. Мĕн юлать пиртен çут тĕнчене? Манран Назар юлать, диктатор. Санран Анук юлать, ачасăр тăлăх арăм. Эпĕ халь сан пек е Толстой пек философ пулса кайрăм, ача, — сӳпĕлтете пуçларĕ Мăрзабай. — Эс те философ, эп те философ, философсем кăмăшка ĕçмеççĕ, — терĕ те хăна, сĕтел çинчи кĕленчепе черккесене илсе, шкапа кайса лартрĕ. — Икĕ философ пулса ĕлĕкхи пек калаçар-ха кăшт. Хуçа сĕтел хушшинче çамкине ал тупанĕпе сĕркелесе ларчĕ-ларчĕ те, сухал витĕр ăшшăн кулса, ура çине тăчĕ. — Каçар мана, Хрулкка. Чун тарăхать. Ак çак çырăва вуласа пăх-ха эсĕ. Тен, Мăрзабай мĕншĕн тарăхнине ăнланса илĕн. Эпĕ, пит-к-уçа çуса, кăшт уçăлса килем-ха. Манăн та санпа урă пуçпа калаçас килет. Мулла Хрулкка Мăрзабай тухнă хыççăн хут вулас вырăнне шухăша кайрĕ: «Павăл — ман авалхи тусăм. Халь вара тăшман та пулма пултарать. Туссем кăна мар, пĕртăвансем пĕрне-пĕри хирĕç тăрса çапăçаççĕ халь: пĕрисем — ирĕк пурнăçшăй, теприсем — харпăрлăха хӳтĕлекен кивĕ йĕркешĕн. Эпĕ хам та авалхи тус патне вăлтса калаçма, хыпар пĕлме килтĕм акă. Эс манпа ытлашши ан калаç, эпĕ большевик тесе калаймăн вĕт ăна. Ултавçах пулса тăтăм. Анчах уншăн чыссăр çын пулмăп-ха эпĕ. Халăха пулăшас, ăна телейлĕ тăвас ĕç чыссăр пулмасть. Пуянсемпе çывăх çын кăмăлне тĕрĕслесе, ун урлă хыпар пĕлме тăрăшнй усал ĕç мар. Мăрзабай Çимунĕ пирĕн майлă. Вăл та мучăш кăмăлне маи пекех пĕлме тăрăшĕччĕ. Павăл хăй те, çамрăкрах пулсан, тен, пурлăхран хăпса, пирĕн еннелле çаврăнса ӳкĕччĕ. Халь çаврăнаяс çук. Мĕн пулсан та, хуçа кăмăлĕ хытса ларнă унăн. Çапах та, ывăлĕ пек, революцие хирĕç тискерленсе çитмен-ха вăл… » Уçăлса кĕнĕ хыççăн, хуçа чăнах та урăлса кайнă çын пек калаçа пуçларĕ: — Вуласа тухрăн-и Назар хутне? Мĕн шухăшлатăн ун пирки? — Вуламарăм. Кăмăлу пулсан, хăвах вуласа парăн, — терĕм. — Итле, эппин, ак мĕн çырать. Çимун каларăшле, пĕчĕк диктатор. — Мăрзабай, ĕнĕрешкелесе ларнă май, çыру пуçламăшне сиктерсе хăварчĕ. — Ак ашшĕпе епле калаçакан пулнă офицер. — Вăл сасăпа вула пуçларĕ: — «… Асту, Павел Алексеевич, паянхи кĕрешӳрен эсĕ те пăрăнса юлаймăн. Большевнксем çĕнтерессе кĕтсе ларатăн-им? Кĕтсе илеймĕн. Хаçат вулатăн пуль. Иытă депутачĕсен влаçне пĕтертĕмĕр эпир. Халĕ Хусан та пирĕн алăра. Мускавра та пирĕннисĕм нумай. Вĕсем шалтан вут чĕртсе ярĕç… » Ман валли те ĕç тупнă, ав, ывăлăм, — терĕ Мăрзабай| вулама чарăнса. — Итле малалла! — «… Эс, старшина пулнă çын, хăвăн тивĕçне манса кайнă. Таллăри пуянсем сан пек мар. Мана вилĕмрен çăлчĕç вĕсем. Эсĕ, атте пулсан та, ман çырăва хулана çитерме васкаман. Вăл маншăн, пĕр енчен, лайăх пулчĕ. Эпĕ мужиксен аллине лекнинс пĕлекен çук халь кунта. Çапах сан ман умра çырушăн ответ тытмалла пулать. Айăплă пулас мар тесен, эпир Чулçырмана пырса çитес вăхăта акă мĕи туса хур: Чулçырмаран кам-кам вăрмана тарнă, çавсен списокне хатĕрле. Вĕсем хăш тĕлте пытанса пурăнаççĕ, çавна тĕпчесе пĕлме тăрăш. Асту, старшина! Çак ĕçрен те иăрăнсан, эсĕ ман атте мар вара… » Мăрзабай вулама пăрахрĕ те çырăвне, лучăркаса, сĕтел айне вăркăнтарчĕ. Унăн тăпăл-тăпăл хура сухалĕ чĕтре пуçларĕ, сăнĕ тĕксĕмленсе кайрĕ. Самантлăха пуçне çапла чиксе ларнă хыççăн кулам пекки турĕ. — Вăт çапла, Фрол Тимофеевич! Христос çуралнăранпа икĕ пин çул тултарнă çĕре тĕнче пĕтет тесе калаçатчĕç ĕлĕк. Çук, ача, халех пĕте пуçларĕ тĕнчи. Те большевиксем, те Назарсем васкатаççĕ? — Халăх пăлханнипех тĕнче пĕтсе лармĕ-ха, — терĕ учитель лăпкă сасăпа. — Пăлхавсем ĕлĕк те нумай пулнă. Тĕнчи çав-çавах: касански тĕлне сивĕтет, çăварни иртсен ăшăтать. Тĕнчене чун кĕртекенни — хĕвел. Хĕвел сӳнсе ларсан тин тĕнче пĕтме пултарать. Мăрзабайăн тĕксĕмленнĕ сăнĕ çутала пуçларĕ. — Пурнăç çине эпĕ те сан пек, философ куçĕпе пăхасшăнччĕ. Пăтранччăр, пăлханччăр — ман ĕç мар. Хăш власть пурнăçа йĕркелĕх кĕртет, çав влаçа йышăнма хатĕр. Турă пирки те нумай шухăшланă эпĕ. Саншăн турă вырăнне — хĕвел. Вăл чăвашăн авалхи тĕнĕпе ытларах килĕшет. Эпĕ вырăс пурнăçне те, унăн туррине те кăмăлласа йышăнтăм. Турă — çветтуй сывлăш пултăр, Христос — унăн ывăлĕ пултăр, ача тунă хĕсĕр хĕр — турă амăшĕ пултăр терĕм. Эпĕ çав тĕне ма чĕререн йышăнтăм, пĕлетни? Этем чунне йĕркелĕх кĕртекен тĕн вăл терĕм. Христиансен вуникĕ заповечĕ маншăн питĕ хаклăччĕ. Халь çав заповедьсене йышăнакан-пăхăнакансем çук та темелле. Патшалăх йĕркелĕхĕпе пĕрле этемри йĕркелĕх çухалчĕ. Çакă маншăн тĕнче пĕтнипе пĕрех. Сăнĕ çуталчĕ пулсан та, питĕ вĕчĕрхенсе калаçрĕ Мăрзабай. Ятрус çакăншăн савăнчĕ, ăна татах калаçтарасшăн пулчĕ. — Этем чун хавалĕ çĕнĕлле йĕркелене пуçларĕ тесе шухăшламастăн-им? Тен, кивелнĕ йĕрке вырăнне этем чунĕнче çĕнĕ йĕрке, тата лайăхрах йĕрке, хăй картне ларать пуль? Мăрзабай çилĕллĕн кулса илчĕ. — Кам чунĕнче? Пуян мулне çаратакан Виçĕ Якур чунĕнче-и е хресчене айăпсăрах иухайккапа кастаракан Назар чунĕнче-и? Илтрĕн вĕт. «Эсĕ ман атте мар вара», — тенĕ. «Хăвăн аçуна, хăвăн аннӳне хисеп ту» текен заповеде пурте манса кайнă. Ывăлтан хисеп. курас тесен, манăн шпион пулмалла иккен, хамăр ял çыннисен ячĕсене çырса памалла, вĕсене вĕлерме пулăшмалла иккен… — Ахаль кăна мухтанса çырать пулĕ. Çав тери тискер çын мар пуль-ха сан ывăлу, — лăпкăн сăмах хушрĕ пăшăрханса ӳкнĕ Ятрус. — Ахаль кăна! Кĕтсех тăр! Тепĕр эрнерен хăнана пыратпăр тесе çырать. Отряд пухса çитерсенех, малтан мăкшăсене ăс кĕртесшĕн, унтан вара — Каменкăри чăвашсемпе вырăссене. Акă мĕнрен хăратăп эпĕ, Ятрус тусăм: вăрманти салтаксен йĕрне тупасшăнах ним айăпсăр хĕрарăмсене, ваттисене те асаплантарса пĕтерĕç. Ашшĕне те çав тӳрĕпе хăтăрса илчĕ вĕт, путсĕрскер. Назар отрячĕ яла килсен, тĕнче те пĕтет вара маншăн. Е шыва кайса сикĕп, е килйыша пăрахса пушкăрт енне тухса кайăп. Чĕри вăрканипе нумай калаçакан пулнă Мăрзабайран мĕн пĕлес тенине ним вăлтмасăрах иĕлчĕ Ятрус Хрулкки. Халь хуçа шкапран çĕнĕрен кăмăшка кĕленчине кăларса лартнăшăн та хирĕçмерĕ, хуçапа пĕрле хăй те тепĕр черкке сыпрĕ. — Пĕччен пурăнатăи, пĕччен ĕçетĕп. Тăлăх çын эпĕ, Хрулкка, — каллех пуçларĕ хуçа, хăнине калаçтарма тăрăшмасăр. — Кивĕ тĕнче ишĕлчĕ ĕнтĕ. Мĕн хăтлансан та, Назар пек диктаторсем сиплеес çук ăна. Çĕрĕк тымарлă хăрăк йывăçа çĕнĕрен чĕртейместĕн. Ку маншăн паллă-ха. Вăхăт çитсен, тем те çĕрет, иĕтет. Тĕнче те, çĕрсе, пĕтсех ларать пуль. — Кивви хăрать, çĕнни хунать, — сăмах хушрĕ Ятрус, — хамăр та хăратпăр, анчах хунав хăваратпăр-çке. Тĕнчи те, ватăлсан, çĕнĕ хунав ярать пуль. Çавăн пирки шухăшласа пăхман-и эс, Павел Алексеевич? Хуçа, хăни куçĕнчен чăр! пăхса, пӳрнипе юнарĕ. — Эç, Хрулкка пичче, сулахай эсер мар-н? Шуйттан пĕлет сана! Тен, сулахайран та сулахайрах пуль. Çĕнĕ хунав! Мĕн вăл, кам вăл, каллех ыйтам-ха санран, çав çĕнĕ хунав? Виçĕ Якура хупса лартакан Белянкин-и е Белянкина пăвса вĕлерекен Виçĕ Якур-и? Назар кивĕ тĕнчен хура юнĕ пултăр. Таса юнли кам? Кала тӳрех, пăркаланса ан лар. Коммунистсем-и? Анархистсем-и? Э-э! Пĕрех-çке вĕсем: коммунист, анархист, антихрист. Турă тĕнчине çĕмĕрме пĕлеççĕ, çĕнĕ тĕнче тума иĕлмеççĕ. Христос мар, çавсем шухă хĕр Марийăран çуралнă пуль. — Эс, апла каласа, Христосне ытларах хурларăн-ха, — кулам пекки турĕ Ятрус. Каллех хĕрĕнкĕлене пуçланă хуçа усаллăи кулса илчĕ. — Çын пек кулма та пĕлместĕн, хăвăн шухăшна та тӳррĕн каламастăн. Астăватăп: эсĕ, ман Тимуш шăллăм пек, çамрăк чухнех турă çук тесе калаçа пуçларăн. Халь кала ĕнтĕ, турă çук пулсан, кам çĕнĕ тĕнче, çĕнĕ йĕрке туса парĕ? Турă тупса пар эс мана. Тен, вара эпĕ те кивĕ тĕнче ишĕлнĕшĕн кулянмăп, çĕнĕ нĕркешĕн пулăп. — Турри тупăнĕ-ха вăл, — куçне хĕсерех каларĕ Хрулкка. — Турри хамăртан килет. Тульккăш эсĕ çĕнĕ йĕркешĕн пуласса шанмастăп эпĕ. — Ма шанмастăн? Мĕн, эп санран ухмахрах-и, элле? — Ухмахрах мар, пуянрах, Хаяр Макарсем пекех, кĕрейместĕн эсĕ çĕнĕ пурнăçа. — Хаяр Макарсен ушкăнне ан тĕрт мана, Хрулкка! — çилленсе ӳкрĕ хуçа. — Вĕсем пек пулсан, эп сан пирки паянах фальшинсене пĕлтерĕттĕм. Эсĕ çĕнĕ пурнăç апостолĕ вĕт. Тупата туршан, эс вăрмантисем ăçтине те пелетĕн! Çапла мар-и? Хе-хе! «Тепĕр чух ӳсĕр çын, сисĕмĕ çивĕчленнипе, мĕн кирлине урă чухнехинчен хăвăртрах тавçăрать. Тĕл лектерсе каларĕ вĕт, эсрел. Урăлнă çĕре манса кайĕ-ха. Манмасан та мана усал тăвас çук вăл. Çимуна та Назартан ытларах юратать», — çапла шухăшларĕ Ятрус, лешĕ вăрмантисем пирки асăннине илтмĕш пулса. — Ан çиллен, Павăл, — терĕ вăл. — Кăмăлупа эс Хаярсем пек мар-ха, урăхларах çын. Лешсем мул пирки пăшăрханнипе ним шухăшламасăрах хаярланса каяççĕ. Эсĕ вара, Толстой вĕрентнĕ пек, ытлашши йăвашланса кайма хатĕр. Анчах эсĕ патша вăхăтĕнче власть пулса курнă. Пурлăх пирки каласан та — эс чухăн çын мар, вăтамран ирттернĕ. Хаярсене, Медведевсене çитейместĕн пулин те, харпăрлăх кăмăлĕ хытса ларнă ĕнтĕ санăн. Христос сăмахĕ — «Тĕве йĕп çăрти витĕр тухайман, çавăн пекех пуян рай алăкĕнчен хĕсĕнсе кĕреймест» тени — сана та кăштах тивет пуль терĕм. — Э-э, тусăм, эс каллех тӳрĕ сăмахран пăрăнса юласшăн. Турă пирки кала-ха эс. Турă çук пулсан, мĕн Христос сăмахне асăнса ларатăн? Христос пулман-тăк, сăмахĕ те пулман. Калăпăр, тĕнче тытса тăракан турă çук, Христос хĕсĕр хĕртен çуралман тейĕпĕр. Çапах та тĕнчери йĕркесене тытса тăракан турă кирлех. Çĕнĕ йĕрке те турăран пултăр. Унсăрăн халăх ĕненмест сире. Ну, ма шарламастăн? Пур-и сирĕн пĕр-пĕр турă, çук-и? — Мĕн калас? Каласан та ĕненмĕн. Хăв шухăшласа пăх. Эс манран ăслăрах та, Павел Алексеевич. Ман ачасемпе аппаланма та ăс çитмест. Эсĕ, старшина пулнă çын, вулăс ĕçĕсене майлаштарса пынă. Хам сăмахпа мар, пиртен ăслăрах çын сăмахĕпе калам-ха сана. Елĕк-авал Пакистанра пĕр философ пурăннă. Этем ывăлĕ ячĕпе, турăпа çапла калаçса курнă вăл: «Эсĕ, турă, хăватлă, — тенĕ вăл. — Анчах эсĕ, суккăр çын пек, тенчене арăш-пирĕш туса лартнă. Эпĕ те хăватлă, анчах суккăр мар. Хам ĕçе тирпейлĕрех тăватăп. Эсĕ шывсем, тинĕссем тунă, эпĕ шывсем урлă кĕпер хыврăм, тинĕссем тăрăх кимĕсем, карапсем çӳрететĕп. Эсĕ тĕрлĕ тискер ту-чакăл туса тултарнă, эпĕ тискер тусен айккипе сад çавăртăм, çимеç лартса ӳстертĕм». — Ӳстертĕм, — тăрăхласа пӳлчĕ Мăрзабай хăнине. — Мĕн ӳстертĕн вара? Турă йывăçне, турă çимĕçне ӳстертĕн. Ху çĕнĕрен пĕр çимĕç те тума пултараймастăн. — Пултарап! — терĕ Хрулкка, турăпа тавлашнă философ пек пулса. — Пырса кур Весуккана, ман пата. Эпĕ сана тĕнчере çук çимеçпе сăйлăп. Тура туман çав çимĕçе, хам турăм. Хĕрлĕ хăмла çырлине турă тунă пултăр, ман пахчара хура хăмла çырли ӳсет. — Ан тĕлĕнтер! Суятăн пуль, Хрулкка. Асамçă мар вĕт эс. Хăвах асамçă юмахра çех нулать тесе калаçаттăн. — Ман пек асамçă пулма эсĕ те пултаратăн, Павăл. Мана та турă вĕрентмен, этем вĕрентрĕ. Тамбов кĕпĕрнинче пĕр асамçă пек вырăс пурăнать. Çавăн патне кайса куртăм эпĕ. Хура хăмла çырли мĕн вăл?! Тата темиçе тĕрлĕ çĕнĕ çимĕç туса ӳстерет çав çын. Унран эпĕ те кăшт вĕренсе килтĕм. Кивĕ тĕнчене кам тунă пулсан та, арăш-пирĕш тунă. Çав арăш-пирĕш тĕнчене турă мар, этем хăй йĕркелемелле. Мăрзабай кăштах сухалне турткаласа ларчĕ, унтан йăвашланнă сасăпа çанла каларĕ: — Тепĕр çын каланă пулсан ĕненмĕттĕм. Эсĕ, Хрулкка, нихçан та суйса калаçмастăн. Çавăншăн юратап сана. Пырса курăп Весуккана, тутанса пăхăи этем тунă хăмла çырлине… Хăнине ăсатнă чух Мăрзабай хурланчĕ. — Эх, Хрулкка тусăм, каллех пĕччен юлатăп, — терĕ вăл. Унтан, куçне хĕссе, тусне каллех тĕлĕнтерсе, хушса хучĕ: — Çимуна курсан, салам кала. Çĕнĕ çынсем Хĕр качча кайсан, чăваш ăна çĕнĕ çын тесе чĕнет. Тумĕ чăнах та çĕнелет ĕнтĕ ун. Кăмăлĕ çĕнелсех каймасть пуль çав. Кĕтери хăй акамĕнчен маларах çĕнĕ çын пулчĕ. Наçтук сурпан сырмарĕ, унăн тумĕ улшăнмарĕ, пурпĕр вăл та халь, Кĕтери пекех, çĕнĕ çын. Кĕтери çипуçĕ вара чăнах та улшăнчĕ. Пуçне вăрăм сурпан сырчĕ вăл, умне кĕмĕл укçапа витнĕ сурпан çакки çакрĕ, пилĕкне тĕрленĕ сарă çыхрĕ. Хĕрарăм тумĕ килĕшет Кĕтерие. Хăлха патĕнче çакăнса тăракан кĕмĕл тенкĕсем çеç çиллентереççĕ: чупнă чух пырса çапăнса куçа шăтарма пултараççĕ вĕсем. Кăмăлĕ вара Кĕтерин качча кайнипе ним чухлĕ те улшăнмарĕ. Зар Ехим те авланнăранпа пĕртте улшăнман. Арăмпа çывăрма пуçланăранпа ăна ăс та хутшăнман. Çамрăк арăмĕ ăна кӳпкет текеи сăмах та тухрĕ ял çине. Пулĕ те. Тĕтĕм вутсăр тухмасть, тенĕ ваттнсем. Аичах Ехим Васильчă хăрасах капмасть-тăр, ахăр: ĕçрен çаплах, каччă чухнехи пекех, пăрăнма тăрăшать. Хире е анкартине ĕçлеме каймалла чух чире перет. Ехимĕн ашшĕ те, амăшĕ те — йăваш çынсем, аслă ывăлне ачаш ӳстернĕ. Халь çакăншăн хăйсем те ӳкĕнеççĕ. Ехим мĕн ачаран Санькăпа туслă. Çав чăвашла сĕрлесе калаçакан вырăс ачинчен Ехим те сассине тĕлли-паллисĕр хытарса сĕрлеме вĕреннĕ. Çавăнпа ăна, хĕрлемес са-рăскерне, Зар Ехим тесе чĕне пуçланă та. Пĕррехинче Кĕтери анкартинчен çĕн тырă тиесе килчĕ. Хапха уçса, лашине тăм кĕлет патне пырса тăратрĕ. Ехим вĕт-шакăра хăй тавра пухнă та сарайĕнче хут çĕлен туса ларать. Кĕтери упăшкине михĕсем йăтма чĕнчĕ. Ку хăнк та тумарĕ, хĕрсе кайса «ĕçленипе» илтмерĕ те пулас. Вăл арăмĕ пушăпа пырса тивертсен тин сиксе тăчĕ. Ачи-пăчисем, çухăрашса, килкартинчен тухса сирпĕнчĕç. Зар Ехим ухмах пек ахăлтатса ячĕ, унтан юлхавлăн урапа патне пырса тăчĕ, михĕсене пĕчченех кĕлете тулта пуçларĕ. Хăйне пушăпа тивертнĕшĕн çилленмерĕ айван арçын. Кĕтери хут çĕлене çурса тăкнине курсан çеç хĕремесленсе кайрĕ. — Ухмах… ухмах… ухмах! — чышкине пĕчĕк ача пек чăмăртаса, макăрас пек кăшкăрчĕ вăл: урăх сăмах тупаймарĕ. Çамрăк арăм ирĕксĕрех кулса ячĕ. Вăл лашине хапха еннелле çавăрса тăратнă çĕре Ехим сăмах тупрĕ: — Ейпох, салтака каяп. Санька тахçанах чĕнет мана. Назар пек, офицер пулса таврăнатпăр. — Хуть паянах тухса кай, макăрмăп. Тен, енерал пулса килĕн, ача-пăча енералĕ… Кĕтери лашине тапратрĕ. Ехим яр-уçă хапхана хупмасăрах килкартинчен тухса кайрĕ. Каçхине Кĕтери упăшкине кĕтсе илеймесерех çывăрма выртрĕ. Лешĕ ирхине те таврăнмарĕ. «Пулла каç выртмалла кайнă пуль», — терĕ ашшĕ. Кĕтери, Ехиме кĕтсе иле-сех тесе, паян киле юлчĕ. Анчах Ехим кăнтăрлана та таврăнмарĕ. Вара çĕнĕ çьш, упăшки чăнахах «енерал» пулма кайман-ши тесе, пăшăрхана пуçларĕ… Кĕтери Тук хĕрринчен чупса хăпаракан ачасене курчĕ те чĕнсе илчĕ. Пĕри Пали ывăлĕ Пăнтти пулчĕ, ĕлĕкхи кӳршĕ ачи, теприне пĕлсех те каймасть. Ехим пек хĕрлемес сарă пуçлă ача. Кĕтери çавсене тĕпчеме пуçларĕ. — Ехим пичче пире çĕлен ярса кăтартатех тесе, эпир пурте ăна Санькăсен хыçĕнче, Тук хĕрринче, кĕтсе тăтăмăр, — терĕ Пăнтти, — вăл вара хут çĕлен пирки асăнмарĕ те, ма шыва кĕместĕр тесе çеç ыйтрĕ… Унтан, Пăнттие пӳлсе, сарă пуçли палка пуçларĕ: — «Паян шыва кĕме юрамасть. Ĕнер Илья пророк шыва пăр янă. Анне каларĕ, каламасăр та пĕлеп, Илен кунĕ иртсен, нихçан та шыва кĕмеççĕ», терĕ Якрак. «Елĕк çаплаччĕ, халь вара революци», терĕм эпĕ. «Революци! Кĕтсех тăр. Виçĕ Якур тарнăранпа революци пĕтнĕ», терĕ Якрак. Пĕтмен, Мишша-салтак пирĕн аттесемпе каллех революци туса килет», терĕм эпĕ. Чут çапăçса каяттăмăр. «Мишша-салтак хăй каларĕ-и сана?» терĕ Якрак. «Мишша-салтак мар, Тарас каларĕ мана», терĕм эпĕ. Тарас вăл тем те пĕлет. Кĕтери акка, Тарас ăçта, ма пирĕнпе выляма тухми пулчĕ вăл? — ыйтрĕ сарă çӳçли юлашкинчен. — Тарас сирĕн пек услап мар. Вăл утă çулма та пĕлет. Халь хирте кĕлте çыхать, — терĕ Кĕтери çилленчĕк сасăпа. — Ну, малалла мĕн пулчĕ вара, Ехим пиччӳ ăçта кайса кĕчĕ? — Ниçта та кайса кĕмерĕ, — лешĕнчен лăпкăрах калаçа пуçларĕ Пăнтти. — Эпĕ Тарасран пĕр çĕнĕ юрă вĕреннĕччĕ. Çав юрра юрласа кăтартас терĕм ачасене. Ак çапла. Вăл, тиечук пек, малтан ӳсĕркелесе илчĕ те кĕмĕл шăнкăрав пек çинçе сассипе янраттарса та ячĕ: Смело, товарищи, в ногу! Духом окрепнем в борьбе… Кĕтери ачи çăварне ал лаппипе хупларĕ. — Ан çухăр, ухмах! Большевиксен юрри вăл. Сарă пуçлă ачи кулса ячĕ те каллех хăй сӳпĕлтете пуçларĕ. — Ехим пичче те Пăнтти çăварне шăп çапла хупларĕ: «Чарăн ухмах. Чехсем илтсен, юрлаканнин пуçне касаççĕ, итлекеннисене нухайккапа пĕçертеççĕ», терĕ. Ачасем пурте хăраса ӳкрĕç, эпĕ хăрамарăм. Пăнтти те хăрамарĕ. Эпир Пăнттипе никамран хăрамастпăр. Ку хĕрлемес сарă пуçлă ача калаçасса та Ехим пекрех калаçма тăрăшать. Кĕтери тӳсеймерĕ, кулса ячĕ. — Юрĕ-çке, эсĕр паттăр ачасем, никамран хăрамастăр. Тата мĕн пулчĕ вара? — тĕпчерĕ вăл малалла. — Смоляков Петьки — пиччĕшĕ пекех усал ача, — юлташне çăвар уçма памасăр, каллех пакăлтатса кайрĕ сарă пуçли. — Вăл: «Атъăр, карателле выляр», терĕ. Каратель пулма нухайкки те пур унăн, чĕн чӳлĕкрен тунă. «Ехим пичче офицер пултăр, Пăнтти, ашшĕ пекех, Пали пулать, Унтри чехсенчен хăрамасть-тăк, Шатра Микка пулать», терĕ. Ман пирки каларĕ ĕнтĕ. Ехим пичче чăнахах офицер пек усал сасăпа кăшкăрса пăрахрĕ: «Большевик юррине юрланăшăн пĕçертĕр вĕсене нухайккапа!» терĕ. — Нухайккапах пĕçертрĕç-и вара сире? — чăнахах пăшăрханса ӳкрĕ Кетери. — Пĕçертĕç пире! — ахăрчĕ Ехйм хăраххи. — Эп Петька нухайккине туртса илтĕм те шыва утса ятăм. Пăнтти те хăйĕн ашшĕне шар кăтартнă пирки асăннăшăн çилленсе кайрĕ. Вăл Петькăна çапса антарчĕ, унтан ыттисене тӳпелеме тытăнчĕ. Эп те пăхса тăмарăм. Вăл кашкăр пек вăйлă, эп пăсара пек хаяр. Пĕрре шар кăтартаттăмăрччĕ вĕсене, Санька чăрмантарчĕ. Вăл таçтан килсе тухрĕ те, ачасем пурте унран хăраса тапса сикрĕç. Усал вăл. Санька Ехим пичче пек мар… Урăх ним те пĕлтереймерĕç ачасем Кĕтерие. Санькăпа Ехим кĕпер урлă каçса Лешеккине кайнине урăх ачасем курнă, тет. Вара Кĕтери Наçтукпа курса калаçас терĕ… Наçтук çĕнĕ çын пулни иккĕмĕш эрнене çеç кайрĕ-ха. Вăл çĕнелнине курма пушшех йывăр. Унăн майралла тумĕ пĕртте улшăнман. Кăмăлĕ пăтрана пуçланине çынна кăтартмасть вăл, хăйне хăй тытма пĕлет. Паян Наçтук та, Кĕтери пекех, упăшки çухалиă пирки пăшăрханса ларать. Халăхри пек каласан, çамрăк мăшăрăн чуп-чуп уйăхĕ пулать. Санькăпа Наçтукшăн çав уйăх пулмарĕ. Хирĕçӳ мĕнле ытла час пуçланса кайрĕ-ха? Наçтук нумай шухăшлакан пулнипе упăшкине ытла салхуллă пек курăнчĕ. Санька çавăн пирки çĕтĕлсе тĕпчеме пикенчĕ. Вара Наçтук хăй шухăшне упăшкине каласах тере. — Мĕнле пурăнма шухăшлатăн, Саня? — ыйтрĕ Наçтук. Санька ун пирки нихçан та шухăшламан. Вăл кулса ячĕ те арăмне ыталаса чуптурĕ: — Ак çапла пурăнма шутлатăп, — терĕ. Арăмĕ куншăн савăнсах каймарĕ: упăшки çумне çыпçăнмарĕ те, ăна тĕртсе те ямарĕ. Малашлăх пирки пăшăрханса калаçнăран вĕриленсех кайрĕ: — Ялан çапла пĕрне-пĕри чуптуса кăна ларăпăр-и? Мĕнле пурăнăпăр: аçусемпе пĕрле-и, уйрăм-и? Аçун çемйи пысăк: шăллусем, йăмăкусем пур. Аçу лавкка тытса пурăнать. Эсĕ лавккаçă пулас тетĕн-и? Çĕр ĕçне пĕлместĕн, хура ĕçе хăнăхман, учитель пулмалăх вĕренеймен. Самани пăтранчăк халь, тем еннелле каять-ха. Хăш еннелле кайсан та, хамăра тăранмалăх ĕçлес пулать. Эпĕ хальччен ĕçре питех пиçмен, çапах пĕр ĕçреи те хăрамастăп. Санăн, тата кăшт вĕренсе, учитель пулма тăрăшасчĕ. Санька тĕлĕнсе кайрĕ. Наçтук ашшĕ килĕнче те тĕрĕ тĕрлесе е кĕнеке вуласа çеç ларатчĕ. Халь мĕн кирлĕ-ха ăна? Мĕн ухмахланать вăл? Çăмăлттай Санькăна хальччен кун пек шухăшсем аптратманччĕ. Авлансан, шухăшлама та тивет иккен. Самана шăршине тин туйса илчĕ-мĕн лавккаçă ывăлĕ. Ахальтен мар Назар хаярланса çитнĕ. Вăл пуянсен, лавккаçăсен çăмăл пурнăçне хӳтĕлет. Осокинсем, Чугуновсем çĕнтерсен, унăн та Наçтукпа çĕр ĕçне ĕçлеме тивет-и? Пирвайхи хут çапла шухăшласа, малашлăхран хăраса ӳкрĕ Санька. Тата ак Санькăпа пĕр çулхисене те салтака илмелле, теççĕ. Чăнах та, Назар отрядне кайса кĕмелле мар-и?.. — Пире учредиловка салтака илет, теççĕ. Çавăнпа эпĕ булдыр отрядне кайса çырăнас тетĕп, — терĕ Санька, чылай вăхăт сăмах чĕнмесĕр выртнă хыççăн. Наçтук ирĕксĕрех кулса ячĕ: — Арăмун пиччĕшĕ пултăр мар, хунчăкам пулать. Чăваш чĕлхине ан пăс. Вырăслах калаç ĕнтĕ, — терĕ. — Шуйттан пĕлсе çитерĕ кунта сирĕн чăваш чĕлхине, — аллине сулчĕ Санька. — Хурăнташ ытла нумай сирĕн: булдыр, хунчыгам… Вырăсла шурин — и все. Назар Павлович халь ман çывăх хурăнташ пулать тесе каласшăн эп. Ун патĕнче мана лайăхрах пулĕ. Тепре каласан, унта шанчăклăрах. Салтака кайсан, вăрçа лекетĕн. Карательсене вăрçа ямаççĕ. Упăшкуна вăрçăра вĕлерттересшĕн мар пуль те эсĕ? Санька çапла каланă хыççăн хирĕçсе кайрĕ те ĕнтĕ Наçтук. Малтан вăл пиччĕшне хурласа пăрахрĕ. Унтан упăшкине: «Эс хăравçă, Чее Миття хăраххи», — тесе намăслантарса пĕтерчĕ. Санька кăмăлсăрланчĕ. Анчах шарла-марĕ, ашшĕ вĕсем хирĕçнине ан илттĕр тесе, çывăрма сарайне, урапа çине, кайса выртрĕ. Наçтукăн пĕркунтанпах ăш вăркать. Çакна вăл малтан асăрхаманçи пулчĕ. Çĕнĕ çын пулнă хыççăн, хăйне хăй ул-таласа та пулин, пĕр тĕрлĕ лăпкă кăна телей тупма ĕмĕт-ленчĕ вăл. Пулмарĕ. Юрату савăнăçне те туйсă илеймерĕ вăл. Анчах мĕн-ха вăл çав, юрату тени? Пур-и вăл, çук-и? Хĕве хупнă каç Наçтука йĕрĕнтерчĕ кăна. Хĕрарăм телейĕ çапла иккен вăл! Ача тума та çăмăл мар, теççĕ. Çапах тӳсес пулать. Çитменнине тата, хĕрарăмăн савăнăçĕ те ачара çеç пуль. Çапла шухăшларĕ ун чух савăнăç куркине тутанайман хĕрарăм. Çавăнпа, ытлашши тарăхмасăрах, Наçтук ĕмĕрне чăтăмлă, упăшкипе килĕшӳллĕ пурăнса ирттерме хатĕрленнĕччĕ. Çук килĕшӳллĕ пурнăç хăвăнтан çеç килмест иккен, ытларах мăшăр кăмăлĕнчен килет. Санька кăмăлне унччен пĕлсех кайман çав Наçтук. «Çăмăлттай, кахал, хăравçă çын, — шухăшларĕ вăл халĕ. — Çитменнине тата, хăй, пичче пек хаяр кăмăллă мар пулин те, унпа пĕрле ирсĕр ĕçе хутшăнма хатĕр. Атте пиччене ырламарĕ, Чее Миттяна юратмарĕ. Çавăншăнах мана васкаса качча пачĕ. Халь тата унăн кĕрӳшĕ, ман упăшка, çавсен хăраххи пуласшăн. Салтака ирĕксĕр илеççĕ. Салтака илсен, хуйхăрăттăм, çапах тарăхмăттăм. Ку вара чыссăр ĕçе хăй ирĕкĕпе хутшăнасшăн». Ак хăçан Наçтук чунĕ ыратмаллах ыратма пуçларĕ. Упăшки ирхине сăмах чĕнмесĕр килтен таçта тухса кайрĕ. Аш вăркать, никампа калаçас килмест. Еçре канăç пулмĕ-ши? Наçтук кĕпе çума хатĕрленнине курсан, хунямăш, уçă кăмăллă мăнтăр майра, кăмăлсăрланчĕ. — Мăрзабай хĕрĕ, лавккаçă кинĕ, çĕнĕ çын, кĕпе çутăр-и? Ан хăтлан. Намăс ан кăтарт пире, — терĕ вăл. Хунямăшне темле майпа ӳкĕтлеме иĕлчĕ Наçтук. Хуняшшĕ килте çукчĕ. Вăл, хыт кукар, килте пулсан та хирĕç пулмĕ. Аслă ывăлне çеç ĕçлеттереймест вăл. Ыттисене пурне те, пĕчĕк ача таран, ĕçлеттерсе, вĕсенчен усă курма тăрăшать. Смоляков майри Наçтука ĕçлеме ирĕк пачĕ, хăй, кам та пулин çĕнĕ çын кĕпе çунине курасран сыхланса, хапхине питĕрчĕ те упăшки вырăнне тавар сутма лавккана кĕрсе ларчĕ. Самана Тимĕркки, таçтан лашапа таврăнаканскер, лавкка алăкĕ уçă тăнине курсан, лашине пăрса тăратрĕ. Хăй лавккана кĕчĕ. Тавар илме кĕмерĕ кунта Тимĕркке. Унăн тусне каламалли пĕр хитре сăмах тата пĕр вăрттăн хыпар пур. Хуçи пулмарĕ, майрине кӳрентерес килмест. Çапах та хальтерех илтнĕ сăмаха тĕртсе хучĕ-хучех. Лавккаçă майра Тимĕрккене калуш илме сĕнчĕ. — Пăх-ха, сан çине епле кулса пăхса ларать, — терĕ. — Мĕн чул тăрать? — Пилĕкçĕр тенкĕ. — Çутă калуш кулать, хуçа кĕсйи тулать, хуçи çпикулянт пулать. Самарта кам вучĕ çунать? — шăл йĕрчĕ Тимĕркке. — Пире те хурласа калаçатăн эсĕ, те — мухтаса, пĕлме çук, — кулкаларĕ майра. — Тимĕркке аташать. Смоляков савăнать, Санька каратель пулать, — терĕ юлашкинчен Тимĕркке. Унтан, сассине пусарса, Лешеккинче илтнĕ хыпара шӳтлемесĕрех каласа пачĕ: — Санька Фальшин ывăлĕпе ыран хулана каять, Мăрзабай Назарĕ патне. Карательиăй отрядпа яла таврăнасса кĕтсех тăр… Лавккаçă арăмĕ хыпăнса ӳкрĕ. Тимерккене ăсатнă хыççăн лавккине хупрĕ те Наçтука чĕнсе илчĕ. Кинĕ хăй те Санька ăçта кайса çухалнине пĕлмест. Вара унăн çĕркаçхи калаçу-хирĕçӳ пирки хунямăшне каласа памаллах пулчĕ. Санька каçхине те киле таврăнмарĕ. Ашшĕ çакăншăн пĕртте пăшăрханмарĕ. — Ан шарла. Кине кайран хамах каласа парăп. Санька санпа манран ухмах мар, — терĕ вăл арăмне. Наçтук тепĕр кунне кунĕпех Санька таврăнасса кĕтсе ларчĕ. Кĕтсе илеймерĕ. Каç пулас умĕн Петька таçтан чупса килчĕ те инкĕшне хăлхаран вăрттăн: — Пирĕн хыçра, Тук хĕрринче, сана Зар Ехим арăмĕ кĕтсе тăрать, халех пыма хушрĕ, — терĕ. Кĕтери качча кайнăранпа вĕсем нĕр-пĕринпе курса калаçман-ха. Наçтук Кĕтерие пырса ыталарĕ те макăрса ячĕ. Кĕтерин хăйĕн те чунĕ кӳтсе çитнĕ, анчах макăрма пĕлмест вăл. Макăрас чух çилленет е кулать. Халь вара çилленмерĕ те, кулмарĕ те. Акамне алăран кăмăллăн çавăтса, Тук хĕррипе чӳккукри еннелле ертсе кайрĕ, çын ан куртăр тесе, çыран айĕпе çул тытрĕ. Наçтук кăшт лăплансан, вĕсем калаçа пуçларĕç. Таркăн упăшкисем çинчен кашни хăй мĕн пĕлнине каласа пачĕ. Ехим ухмах пек: «Салтака каяп, офицер пулса таврăнатпăр», тесе кăшкăрни çинчен асăнсан тин кулса ячĕ Кĕтери. — Эх, Кĕтери, ма ман пата çӳреместĕн? Эс йывăр килнĕ чух та кулма пултаратăн. Çавăнпа юратрăм пуль сана. Эпĕ сан пек савăнма та, хуйхă сĕвĕртме те пĕлместĕп, — ӳпкелешрĕ Наçтук. — Мĕлке ӳкернине астăватни, Наçтук? — акамне йăпатма пикенчĕ Кĕтери. — Суйрĕç вĕт — мĕлкесем. Пуяна эпĕ мар, эсĕ кайрăн качча. Вилес пирки те юмăç каланине тепĕр май ăнланас пулать. Эс мар, эпĕ малтан вилеп. — Вилме çăмăл-çке, пурăнма йывăртарах, — салхуллăн тавăрчĕ Наçтук. — Юратнă пиччене курас килми пулчĕ. Аттерен сивĕнтĕм. Аннепе аппа маншăн тахçанах ют пекчĕ. Халь упăшкаран та çав тери сивĕнмелле пулсан, çут тĕнчере епле пурăнас! — Кĕнеке вулани çынна пăсать тесе ахальтен каламаççĕ çав, — çилленерех каларĕ Кĕтери — Эс, Наçтук, кĕнеке вуласа пăсăлнă пуль. Тупнă хуйхăрмалли! Ху таса кăмăллă çын пулни пуринчен те хаклă. Эпĕ, ак, ухмах, упăшкан ашшĕ-амăшне юратрăм. Халь кирек мĕн пултăр, атте килне таврăнмастăпах ĕнтĕ. Сан пек нумай вĕреннĕ пулсан, вырăсла лайăхрах калаçма пултарсан, хулана тухса кайăттăм. Халь тин вĕренеймĕн çав. Мĕн пулсан та, çак килтех пурăнма тивет. Ман Зар упăшкам ухмах пуçне кирлĕ мар çĕре кайса чиксен те аптрамăп. Ача пулсан, ача ӳстерĕп. Пулмасан, — сасартăк ахăлтатса ячĕ Кĕтери, — тума пĕлес пулать. Наçтук каллех кулмарĕ. Вара Кĕтери акамне упăшкисем пирки лăплантарма васкарĕ: — Асту ман сăмаха: таврăнаççĕ вĕсем. Иккĕшĕ те çăмăлкка та хăравçă чунсем. Сан упăшку кăшт ăслăрах ĕнтĕ, анчах хура-шур вăл та курман хальччен. Ура çине ĕне пусмасăр, вĕсем çын пулаяс çук. Çапла калаçса пынă май икĕ çĕнĕ çын пулăçсен сукмакĕпе Пăрутапăрĕ тĕлне çите пуçларĕç. Такам Тук леш енчен кăшкăрни илтĕнчĕ: — Аçта каятăр, çĕн çынсем? Чимĕр-ха, мана та йышăнăр. Эпĕ те сирĕнпе çӳресе çĕнелем. Хуйхă пĕлмен сасăпа кăшкăраканни Мулла Анукĕ пулчĕ иккен. Вăл, Лешеккинчен таврăнаканскер, Тук урлă каçма хатĕрленнĕ. Ана ăсатма тухнă Оля Кĕтерипе Наç-тука палларĕ те хăнипе пĕрлех хăй те шыв урлă каçрĕ. — Ак тамаша! Çĕнĕ çынсем тăваттăн пултăмăр мар-и? — ихĕрчĕ Мулла Анукĕ. — Чипер калаç, Анук акка, — терĕ Кĕтери чăвашла. — Майра хĕрне нимсĕрех кӳреитерме пултаран. — Кӳренмест. Хăех эп Рамаш арăмĕ тесе çӳрет. Çĕнĕ çын мар-и вара? — Вăл апла пултăр, — кулса ячĕ Кĕтери те. — Эс ху, Анук аппа, çĕнĕ çын шутне кĕрейместĕн пуль. Кăшт кивелнĕ мар-и? — Ăçтан пĕлен, тен, каллех çĕнелнĕ пуль… Кусем ихĕрсе чăвашла калаçнă хушăра Наçтук, капла вырăс хĕр умĕнче ырă мар пулать тесе, Ольăпа вырăсла калаçа пуçларĕ. Хăйсен хуйхи пирки асăнчĕ. — Вĕсем пирĕн енчисемпе пурте пĕр лашапа тиенсе кайрĕç, — терĕ Оля. — Ман ĕлĕкхи каччăм, Фальшин Васьки: «Хамăр ирĕкпе салтака каятпăр», тенĕ пулать. Çавна илтсен, Анук та вырăсла калаçа пуçларĕ. — Вăт эсир те тăлăха юлтăр пулать. Упăшкăрсене курас килсен, систерĕр пире. Эпир Ольăпа хулана кайма хатĕрленетпĕр. Пĕрле кайăпăр, — терĕ те Анук, Оля ăнлантăр тесе, куçне хĕссе илчĕ. Оля ăнланчĕ. Ку уçă кăмăллă та чее хĕрарăм йĕр çухатас тесе çапла калаçать иккен. Унпа паллашнăранпа, ытла савăннипе, ларма-тăма та пĕлмест Оля. Яла çитиех ăсатса ячĕ вăл чăваш хĕрарăмĕсене. Мулла Анукĕ Наçтука хăйсем хурăнташлă пулнине астутарчĕ, ашшĕсем туслă пулнă пирки те асăнчĕ, хăй патне калаçса ларкалама пыма чĕнчĕ. Çавăнтанпа Наçтук Кĕтери патне те, Мулла Анукĕ патне те час-часах çӳрекен пулчĕ. Çапла икĕ эрне хушшинчех Наçтук салтак араме пулса тăма та ĕлкĕрчĕ. Пуçа çĕнĕ хуйхă-суйхă сырса иле пуçларĕ. Арлă арăм пулни чăнахах çĕнĕ çын пулни мар-и вара? Якалĕнче Рамаш çул юппинче асăннă юмахри сăмахсем шăп та лăп Трашука пырса тивнĕ. Трашук, сулахай çул юппипе кайса, Мăрзабай ăйăрне те çухатнă, хăй те вилĕмрен аран хăтăлса юлнă. Тата çитес çĕре те çитеймен. Халĕ вăл эрне ытла ĕнтĕ Якалĕнче Темен куккăшне кӳрентерсе пурăнать. Темен куккăшĕ — ватă та кутăн çын. Ялта ăна Куштан Темен тесе чĕнеççĕ: пуян пулнăран мар, кăмăлĕ киревсĕртен. Якаль Чулçырмаран вуникĕ çухрăмра. Çапах вăл Чулçырмашăн кӳршĕ ял. Чăваш ялĕсенчен унран çывăххи çук. Çавăнпа якальсемпе чулçырмасем пурте пĕр-пĕринпе хурăнташлă. Темен старик Трашук асламăшĕн шăллĕ пулать. Елĕксенче вăл час-часах Чулçырмана хăнана çӳретчĕ. Рамаш асламăшĕ те Темен аппăшĕ пулнă. Трашукпа Рамашăн хурăнташлăхĕ çак тымартан кайнă иккен. Куштан Темен килкартинче çĕтĕлсе çӳренĕ чух Трашук, куккăшне сăнаса, шăппăн кулса илет. Рамаш ăна «Тĕве кукка» тесе чĕнетчĕ. Чăнах та тĕве сăнарĕ пур çав унăн. Хăй хыткан та вăрăм. Çурăмĕ пĕкĕрĕлчĕк, мăйĕ вăрăм та пĕркеленчĕк, сухалĕ янах айĕпе кăна кăштах ӳсет. Хăй çулла та çанăсăр пиншакне хыва пĕлмест. Пиншак çийĕ çĕтĕлсе пĕтнĕ. Çĕтĕк вырăнсенче сарăхса кайнă ваткă муклашкисем чăнах та тĕве çăмĕ пек курăнса тăраççĕ. Ял тăварсăр аптра пуçланă. Куштан Теменĕн кĕлетĕнче пĕтĕм яла тăрантармалăх тăвар пур. Чее старик çуркунне, кăркăс енне кайса, пĕр лав тăвар илсе килнĕ. Халь Темен тăвар сутса çуйăхать. Вăл, тăвар хакне пĕрмай ӳстерсе пынипе, хаклашакансемпе çавăнтах вăрçса каять. Килĕшсен вара, тăварне виçнĕ чух тинкене кăларать. Писмен пуканне çӳлелле кăшт та хăпарма памасть сутуçă. Çиппине те, çын курман чух, пукан еннелле шутарса илет. Тăвар чашки кирлĕ таран туртма пуçласан, пухут пама мар, хуçа виçнĕ тăварне кăшт та пулин каялла чĕпĕтсе илет. Тăвар илме килекенсем — ытларах хĕрарăмсем. Вĕсем сутуçăпа хирĕçеççĕ-хирĕçеççĕ те, аптранă енне, кулма тытăнаççĕ. Трашук çак кунсенче Рамаша пĕрре мар аса илчĕ. Рамаш пулсан, «Тĕве куккăшпе» калаçма пĕлĕччĕ, пĕр-пĕр мыскара туса хурĕччĕ. Трашук Рамаш мар çав… Паян та ак хыт кукар: — И-и-и, ачам, хăна пултăн ĕнтĕ. Каях, ачам, килне, каях, аннӳ кĕтсе аптрарĕ пуль, — терĕ. Трашук хирĕç ним те чĕнеймерĕ. Виçĕ кун та пурăнмĕччĕ кунта Трашук, ăна пĕр япала чарса тăрать-ха. Якалĕнче вăл Рамаш. «йăмăкне» тĕл пулчĕ. Верук пĕвĕпе Рамашран та пĕчĕккĕ пулиăран, аппăшне «йăмăк» тесе, çынсене яланах, арпаштаратчĕ Рамаш. Трашук хăй те арпашса кайнăччĕ. Аташса калаçса, вăл Верука самаях култарчĕ. Кĕлеткипе пĕчĕк пулсан та, ăстăнпа «пиччĕшне» парăнас çук Верук. Кĕркунне Якальне ларма килнĕскер, вăл çур енне качча кайса çĕнĕ çын пулнă. Унăн упăшкине Трашук кураймарĕ-ха. Малтанах Верук тĕрĕссипе каламарĕ иккен. Кайран тин систерчĕ: Якалĕнчи çамрăксем те комуч мобилизацине пăхăнман: вăрмана тарнă. Верук упăшки те Вилмен утравĕнче пытанса пурăнать иккен. — Вилмен тени мĕн пулать тата? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Трашук. Верук кĕркуннеренпе Якалĕнче пурăнса та кунти чăвашсем пек калаçма хăнăхса çитеймен. Хăнăхса çитме мар, якальсем калаçнине хăй тиркет. — Якальсем пĕр сăмаха та тĕрĕс каламаççĕ, — терĕ вăл. — Салакайăка çерçи теççĕ. Вилменне хам та аран ăнкарса илтĕм. Кунта пĕр пилĕк-ултă çухрăмра, таçта, Илмен шывĕ юхса тухакан çĕрте, путлăхлă-шурлăхлă вырăн пур. Çав шурлăх варринчи сăртлăха Вилмен теççĕ. Унта çынсем ĕлĕк пушăт касма кайма та хăратчĕç, тет. Типĕ сукмакне кашниех тупаймасть, путса вилекенсем те пулнă. Теприсем тата Ие тапăрĕ теççĕ çав вырăна. Вилмен тени — Вилĕ Илмен тени пулать вăл. — Анлантăм, — терĕ Трашук, — пирĕн те Урлă вăрманта çавнашкал вырăн пур, Вилтук теççĕ. Чулçырмасем те унта çӳреме хăраççĕ. — Вăрçăра пулнă çынсем халь нимрен те хăрами пулса кайнă. Турăран та, шуйттанран та, киреметрен те хăрамаççĕ… Çапла Трашук вăрманта тата тепĕр ушкăн салтак комуч влаçĕнчен пытанса пурăннине пĕлчĕ. Ик-виçĕ таркăн каç-каç апат-çимеç илме ял çывăхне килсе тухать иккен. Хăшĕ-пĕри, ялта лăпкă чух, пĕр-ик кун килте те пурăнса каять, тет. Верук та хăйĕн çамрăк упăшки кĕçех таврăнасса кĕтет. Трашук унпа паллашма шутласа хучĕ. Вара вăл Осокинсем валли лайăх хыпар пĕлсе кайĕччĕ… Анчах ăйăрпа Весуккана каякан йĕкĕт мĕнле майпа çуран юлса Якальне килсе кĕнĕ-ха? … Çул юппинчен сулахаялла пăрăнсан, Трашук часах вăрман хĕрринчи Ыхраçырмине пырса кĕчĕ, Весуккана çитме тата вунă çухрăм çеç юлнăччĕ. Вăл, нимрен шикленсе-туса тăмасăр, ял витĕрех çул тытрĕ. Ара, мĕнрен хăрамалла унăн? Кам вăл Мăрзабай тарçи… Аçта каять? Хуларан таврăннă май Весуккана кĕрсе тухас терĕ. Мĕн çăмăлпа? Чулçырмари Мăрзабай Павăлĕ хăйĕн тусĕ — учитель патне кĕрсе тухма хушрĕ. Кам та пулин тĕпчеме тытăнсан, çапла çеç калĕ Трашук. Еçĕ те пĕтнĕ. Мăрзабая таврара такам та пĕлет. Ененĕç. Ененмесен те, тĕрĕслеме Весуккана Хрулкка мучи патне илсе кайĕç. Шухăшра çаплаччĕ, ним чăрмав та, хăрушлăх та пулас çук пекчĕ. Пурнăçра урăхларах пулать иккен. Ял витĕр тухсан, çул кĕскелет. Кунта Нехвет йыснăшĕсем патĕнче пулса курнă Трашук. Аслă урампа тӳп-тӳрех Весукка еннелле тухса каятăн. Тепĕр урампа кайсан, Якаль çулĕ çине тухатăн. Кăнтăрла çитмен-ха. Урамра çын курăнмасть. Чиркӳрен иртсе урам вĕçнелле çывхарса пыратчĕ йĕкĕт, çав вăхăтра хыçалтан такам: — Стой! Стой! Кто такой? — тесе кăшкăрни илтĕнчĕ. Трашук каялла варт! çаврăнса пăхрĕ. Пысăк та хитре пӳрт крыльци çинчен икĕ çын чупса анчĕ. Пĕрин аллинче наган. «Чăнах та чарăнас мар-и?» — вĕçсе иртрĕ Трашук пуçĕнче. Наган тытса чупаканни Чее Миття пек туйăнчĕ. «Вăл хулара пулмалла-çке… Эй, шуйттан пĕлет вĕсене. Çук, «стой» та тумăнăр, «кто такойне» те каламăпăр», — хăвăрт-хăвăрт çиçрĕç шухăшсем. Тен, çапла шухăшлама ĕлкĕреймен те пуль Трашук? Ура хăех пăталарĕ пуль ăйăр айăкне, алă хăех ăна нухайккапа ăшалантарчĕ пуль? Е апла та пулман-и, хăруш-лăха сиссе, ăйăрĕ хăех тапса сикрĕ-и? Темле пулчĕ, анчах хыçрисем тепре «стой!» кăшкăрса пăшал персе янă çĕре ял кая тăрса юлчĕ, вăрман ярăнса çывхара пуçларĕ. Лерисем кĕске пăшалпа кăна мар, вăрăм пăшалпа та пеме пуçларĕç-тĕр. «Айăра чикелентерме е хама пуçран лектерме пултараççĕ», — тесе шухăшлама та пĕлмерĕ хальччен пуля айне пулса курман йĕкĕт. Айăр мар, хăй çунатланса вĕçнĕ пек туйăнчĕ ăна. Вăрмана кĕрсен, шухăш йĕркелене пуçласан тин хăраса ӳкрĕ Трашук. Ак мĕнле вилеççĕ иккен çынсем вăрçăра. Вăхăт хăраса ӳкмелĕх те пулмасть… Халь ĕнтĕ йĕкĕт ытлашши те асăрханма пуçларĕ. Ыхраçырминчисем хăваласа çитесрен хăраса хăвалать вăл лашине. Çавăнтах тата, хирĕç юланутсем килсе тухасран сехĕрленсе, ăна чарма та хăтланать. Мал енчен хушăран ура сасси илтĕннĕ пек те туйăнса каять. Аслă çултан пăрăнмалла мар-ши унăн? Пĕр-пĕр тавра çул килсе тухинччĕ, иçмасса. Анчах çул сасартăк юпленсен, хăшĕ тав-ра, хăшĕ тӳрĕ пулассине те чухласа илеймĕн халь. Сукмакпа сăтăрасчĕ — сукмакĕ те курăнмасть. Сасартăк мал енче лаша кĕçенни илтĕнчĕ. Мăрзабай ăйăрĕ çавăнтах ăна хирĕç тавралăха çурса кĕçенсеячĕ те малалла ыткăнчĕ, хирĕç килекенни кĕсре пулмалла. Акă лаша тапăртатни те уççăнах илтĕнекен пулчĕ. Çул кукрине çитиччен сиксе анмалла мар-ши? Мурне кайса кĕтĕр пуян ăйăрĕ! Атте пек, лаша пирки кăнса выртăн тата. Çул кукрине çитес умĕн, урнă пек сиксе пыракан ăйăра араи чаркаласа, Трашук вĕтĕ хăвалăх ăшне сиксе анчĕ. Меллех сикрĕ, питне çеç кăштах туратпа шăйăрса ячĕ. Телее тата, çул урлă та чупса каçмалла мар. Трашук тăчĕ те чăтлăх витĕр васкаса хĕвеле май утрĕ. Хĕвеле май тӳрĕрен кайсан, Якальне çитме пулассăн туйăнчĕ ăна… Вăйран кайнă, кĕпи-йĕмне чылай çĕтнĕ-çурнă Трашук каçалапа пĕр çул çине пырса тухрĕ. Якаль çулех-ши ку? Çапах та, мĕнле çул пулсан та, унпа хĕвелтухăçнелле кайсан, Весуккана та, Ыхраçырмине те пырса лекместĕпех ĕнтĕ. «Якальне, Темен куккасем патпе те пулин çитесчĕ паян… » Тӳрех çулпа утма хăрарĕ хăй, асăрханса, вăрман хӳтлĕхĕпе пычĕ. Çапла, вăл Якальне тĕттĕм пулнă çĕре тин сĕтĕрĕнсе çйтрĕ. — Ыхраçырминче, Нехвет йыснасем патĕнче, хăнара пултăм. Таврăннă чух, вăрмана хурлăхан татма кĕрсе, аташса кайрăм, — суйрĕ Трашук куккăшне. — Тарçа кĕрĕшме вырăн шыратăп, кунта тупăнмасан, Весуккана каяс пулĕ, — терĕ. Куштан Теменшĕн пурпĕрех: кирек ăçта кай. Кăшт хăва пулса пурăн та кай. Карчăкĕ хирĕçмен пулсан, вăл ку харам пыра виçĕ кунран ытла пурăнтармĕччĕ те. Юрать-ха, Марье кинемей вашават карчăк. Ахаль чух йăвашскер, хăна килсен, куштан старикне те парăнмасть вара. Верук упăшкине Шурă Пракань тесе чĕнеççĕ. Трашук куккăшсем патне килкеленĕ чух курнă çав шурă çӳçлĕ, ырă кăмăллă качча. Вăл таврăнсан, Верук Трашука килсе систерме пулчĕ. Кĕçĕр килмеллех, тет. Çавăнпа Куштан Темен хăни хуçана: «Ыран каятăп», — тесе савăнтарчĕ. Упăшки таврăнасса кĕтсе, Верук таркăнсем валли апат-çимĕç хатĕрлетчĕ. Çав самантра урамран ун патне кӳршĕ хĕрĕ чупса кĕчĕ. — Верук инке, урама тухса кур-ха, усламçă килнĕ. Майра йĕпписем, хитре лентăсем пур. Эс майралла тумланатăн вĕт. Илсе юл, атту çынсем илсе пĕтереççĕ, — сывлăш çавăрса илмесĕр тенĕ пек каларĕ вăл. Верук, хăй мĕн тунине çын ан куртăр тесе, кӳршĕ хĕрĕпе пĕрле урама тухма васкарĕ. Шлепкеллĕ усламçă тавра халăх пухăннă. Верук та пычĕ. Унăн чĕри темшĕн кăрт! та кăрт! сике пуçларĕ. Чăнах та, мĕн пулчĕ-ши паян ăна? Ытла тунсăхланипе пулмалла, кашни иртен-çӳрен çамрăк яш Рамаш пек курăна пуçларĕ. Усламçă хăтланкаларăшĕ те Рамашăнни пекех. Уйрăмах сасси… Рамаш Ятрус Хрулккипе уйрăлнă хыççăн Якаль çывăхĕнче, вăрманта, икĕ чăваша тĕл пулчĕ. Вырăсла вĕсемпе тутар пекрех калаçрĕ. Чĕлхе хуçма юратакан йĕкĕт вырăс сăмахĕсене савăнсах пăскаларĕ. Кĕтмен çĕртен вĕсене пирус турттарчĕ. Лешсем тапаксăр аптраса çитнĕччĕ пулмалла, хĕпĕртерĕç. Пирус туртнă хушăра хăйсем хушшинче, ют çынран асăрханса, чăвашла калаçрĕç. Рамаш кусем хăйсем те хыпар пĕлесшĕн çуннине тавçăрса илчĕ. Вăл юриех карательсем иртсе кайни çинчен асăнчĕ. — Иртсе кайрĕç пулсан, кĕçĕр хăрамалли çук. Çапах та тĕттĕмччен тăхтар-ха, — терĕ пĕри чăвашла, юлташне куçран пăхса. Кĕçех иккĕшĕ те, Рамаша тав туса, услам сунса, вăрмана кĕрсе çухалчĕç. «Вилутрав çыннисемех пулчĕç пуль-ха кусем», — шухăшларĕ Рамаш, çапах палламан çынсемпе халех калаçма асăрханчĕ, малтан яла кĕрсе аппăшне курас та хыпар ытларах пĕлес терĕ вăл. Верук, урама кӳршĕ хĕрне пӳртрен кăларса ярас шухăшпа кăна тухнăскер, тавар илме пырса перĕнмерĕ, çапах пӳрте каялла кĕме те васкамарĕ. Тем тытса тăрать ăна. Тутар усламçă мар-и? Ак усламçă Верук еннелле пăхса: «Сарынь, на кичку!» — тесе кăшкăрчĕ. Рамаш «кулачкăра» çапăçнă чух çапла кăшкăратчĕ. Тата килте те, ачасем ытла алхасса кайнă вăхăтра, ашшĕ киле таврăннине курсан, çаплах асăрхаттаратчĕ. Халь ĕнтĕ Верук Рамаша палларĕ, вăл мĕншĕн çапла кăшкăрнине те тавçăрса илчĕ. Сыхланма хушать. Ана паллама кирлĕ мар иккен. Трашук Верука Рамаш пирки хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа панăччĕ. Шуррисенчен çапла тарса-пытанса çӳрет пулас, мĕскĕн. Тавар сутса пĕтерсен, Рамаш, кулкаласа, шӳтлесе, Верук патне çывхарчĕ. — Чи хитре лента хăвартăм, сутмарăм. Кам мана чей ĕçтерет, çавна парнелетĕп, — терĕ вырăсла. Верук ăнланчĕ. — Ара, çул çӳрекене лентăсăрах такам та чей ĕçтерĕ, — терĕ те вăл, усламçа хăйпе пĕрле ертсе кайрĕ. Хĕрарăмсем тĕлĕнмерĕç. Верук вырăсла та, тутарла-пушкăртла та шеп калаçать. Пасарлăял хĕрĕ усламçăсемпе калаçма вĕреннĕ ĕнтĕ. Темен куккăшсем патне мар, таçта ют киле ертсе кĕчĕ шăллĕне Верук. Тĕлĕнтермĕш те савăнăçлă хыпарсем çине-çине хупăрларĕç вара вăрттăн çулçӳревçĕ пуçне. Верук ашшĕпе шăллĕне кĕтсе тăман, куккăшсем пехилленипех çырлахнă, хăй ăссĕн тенĕ пек, качча тухнă. Упăшки ун никам та мар, хайхи, вăрманти Шурă Пракань! Паçăр тĕл пулнă таркăнсенчен пĕри шурă çӳçлĕччĕ, çав мар-и? «Çавă пуль», — терĕ Верук та, вăл ăна кĕçĕр кĕтетех иккен. Çитменнине тата… Трашук кунта Весуккана кайма хатĕрленнĕ те — кĕçĕр çав Шурă Праканьпе курса калаçасшăн. Саванăçсем нумай та… . хуйхи те пур-ха: чей ĕçме хапха-ран кĕнĕ çыннăн, кăшт тăрсан, хапхаранах тухса каймалла. кӳршĕсем курччăр. — Ак мĕнле тăвăпăр, — терĕ Рамаш. — Эс, аппа, халех кӳршĕсем патне кайса кил. Усламçă ыран Сурачăна кайма лаша шырать, те. Сурачăна çитм кайма хатĕр çын тупăнмĕ, çавах та эп кунта ирччен юлнине пĕлсен, хапха умĕнчи карма çăварсем лăпланĕç. Рамаш телейне, Верук халь килте пĕчченех иккен. Хуняшшĕ арман авăртма Куçминккана каç выртмалла кайнă. Хунямăшĕ, чирлĕрехскер, сарайĕнче, шăналăк хыçĕнче, выртать. … Пракань, вăрмантан апат илме таврăнсан, анкартинчи арпалăха кĕрсе ларать. Анкарти хыçĕнченех вăрман пуçланать. Хăрушлăх килсе тухсан, тарса пытанма ним те мар. Çакăнта канаш турĕç кĕçĕр виçĕ енчен тĕрлĕ çулпа килсе çитнĕ виçĕ çын. Рамаш малтанах Праканьрен вăрманти çынсен шухăш-кăмăлĕ мĕнлине пĕлесшĕн пулчĕ. Вилмене хĕрĕх çын ытла пухăннă иккен. Вырăс та, чăваш та пур. Шухăш-кăмăлĕсем вара тĕрлĕрех. «Самани лăпланчĕ, киле таврăнас», — текеннисем те пур. Теприсем Весукка таврашĕнче отряд пуррине илтнĕ те çавăнта куçма хистеççĕ. Анчах Вилмен утравĕ — питĕ шанчăклă вырăн, ют çын унта кăпăр-капăр пырса кĕреес çук. Çавăнпа яла та таврăнас мар, урăх çĕре те куçас мар текеннисем ытларах иккен. Рамаш чылай вăхăт шухăша кайса ларчĕ. Ун юлташĕсем, ним шарламасăр, вăл мĕн каласса кĕтрĕç. — Кĕçĕр çамрăк арăмупа çывăраймастăн пуль, йысна, — терĕ Рамаш, ларсан-ларсан. — Çутăласса кĕтсе тăмăпăр, халех тапранăпăр. Сирĕн кĕтӳçсĕр кĕтĕвĕр саланса пĕтмесен те инкеке лекме пултарать. Карательсем каялла та таврăнма пултараççĕ. Вилменĕре вилнĕ туса хурĕç вара. Тен, эсĕ те, Трашук, пирĕнпе пĕрле каясшăн пуль? Çук, пирĕн кĕçĕрех уйрăлас пулать. Эсĕ çитес тенĕ çĕре çитех ĕнтĕ. Икĕ отряд хушшинче связной пекки пулăн. Халь кунта мĕн калаçнине илтрĕн, лере йĕркипе каласа парăн. Хрулкка мучие кĕтсе ан пурăн ялта, хăвăртрах вăрмана, ревкомсем патне çитме тăрăш. Вĕсем сана пирĕнпе çыхăнма хушсан, каялла килсе, мĕн калассине Верука каласа хăварăн. Трашукĕ те савăннипе ниçта кайса кĕреймест. Вăл тусĕпе ытларах калаçса ларайманшăн çеç кулянчĕ. Наçтук пирки те каласа пĕтерме ĕлкĕреймерĕ, унăн тĕрленĕ ал тутрине те Рамаша кăтартаймарĕ. Рамаш юлашкинчен Темен куккăшне асăнчĕ: — «Тĕве кукка» тăвар сутса çуйăхать тетĕн-и, Трашук? Революцишĕн ку та лайăх. Пире малашне пĕр çур пăт тăвар кирлĕ пулать. Ахалех памĕ-ха вăл пире çавăн чул тăвар. Туртса илме те юрамасть. Юрĕ-çке, эпĕ ку ĕçе кайран хамах майлаштарăп. Çур пăт тăвар чакнине хыт кукар сисмесĕрех юлĕ. Эсĕ халь, Трашук, хăвна валли пĕр-ик кĕрепенке те пулин тăвар ыйтса ил. Памасан, макăрса пăх. Апла та памасан — вăрла. Çав тăвар сан пуç-на çăлма пултарать. Тăвар илме халь çынсем таçта çитме те хатĕр. Çавăнпа сана карательсем-мĕнсем ăнсăртран чарсан та, сан пирки иккĕленсе тăмĕç: тăварна туртса илĕç те хăвна хăваласа ярĕç. Шурă Пракань пултăрне савăнса итлесе ларчĕ. «Пултарăм кун пек çын, хуньăм тата мĕнле-ши?» — тĕлĕнсе шухăшларĕ вăл. Ирхине Трашук Весукка еннелле тухса утрĕ. Пĕчĕк хутаçĕнче хăйĕн ик-виçĕ кĕрепенке тăвар. Ана Темен куккăшĕнчен ыйтса та илеймерĕ вăл, вăрлама та май тупаймарĕ. Марье кинемей хăй темле майлаштарчĕ. Весуккана çитсен тии пĕлчĕ Трашук: Мăрзабай ăйăрĕ çинчен сиксе юлса, вăл пĕркунхине чăнах та вилĕмрен хăтăлнă иккен — ун чух ăна хирĕç Весуккаран Ыхраçырмине таврăнакан карательсен ушкăнĕ пынă. Кунта вĕсем çывăхри вăрмана айĕн-çийĕн тустарнă, партизансене шыранă. Лешсем хăйсене халлĕхе палăртман. Ревком паролĕ Трашука кирлех пулмарĕ, учитель пуртĕнче ăна Яхруш кĕтсе илчĕ. Осокин хушнипе Яхруш кунта, учитель «хурăнташĕ» пулса, «хăнара» пурăнать. Халь пĕччен пурнакан старикĕн пĕчĕк пӳртĕнче хуçа вырăнне юлнă вăл. Хăй ялти ĕçсене сăнать. Тепĕр кунне тул çутăлнă-çутăлман Яхруш Трашука «кăмпана» ертсе кайрĕ. Вăрманта, пĕр виç-тăватă çухрăм кайсан, Яхруш шăхăрчĕ. Çавăнтах, çĕр айĕнчен тенĕ пек, пăшаллă икĕ çын килсе тухрĕ. Яхруш юлташне çавсемпе асатса ячĕ те хăй яла васкарĕ. Партизансен тапăрĕнче Тăватă çул вăрçă хирĕнче асапланнă, ĕçшĕн тунсăхласа çитнĕ вăйпитти арçынсем, çава туптаса, çурла шăлласа, кăрман юсаса, йĕтем тасатса, çуллахи тертлĕ те кăмăла тултаракан ĕçе хатĕрленнĕччĕ. Анчах еçлесси пулмарĕ. Улпутсем таврăнчĕç, хăйсемпе пĕрле карательсем ертсе килчĕç. Комуч влаçĕ çамрăкраххисене каллех салтака илсе фронта ăсатасшăн пулчĕ. Çынсем вара тепĕр вăрçа кайма васкамарĕç, кайсан та, улпут влаçĕшĕн мар, халăх влаçĕшĕн çапăçма каяс терĕç. Комуч влаçĕнчен пăрăнса, вăрмана тарнисем кашни ялтах тупăннă. Чулçырмара чăмăртаннă отрядра малтан çĕр çын та çукчĕ. Кĕçех отряд йышĕ-хисепĕ икĕ çĕртен те иртрĕ. Пали ĕçшĕн пуринчен ытла тунсăхланă курăнать. Сывалнă хыççăн вăл килне таврăнасшăн пулчĕ, анчах Кĕркури, халь чăвашсен командирĕ пулса тăнăскер, пиччĕшне чарчĕ. Шăллĕне те итлемĕччĕ Пали, Мишша-салтака итлерĕ. — Ак мĕнле тăвăпăр, — терĕ комиссар. — Еçлессӳ килет пулсан, ĕçле! Ялти тăлăх хĕрарăмсене хир ĕçне тума пулăш. Юлташ туп. Пали пĕр юлташ мар, иккĕ тупрĕ. Виçĕ Якурпа туслашрĕ вăл кунта. Вĕсем çумне тата пĕр вырăс хутшăнчĕ, Поликарп ятлăскер; чăвашсем ăна Пăликан тесе чĕнеççĕ. Пĕринчен пĕри пысăк та патвар çынсем хăйсем. Виççĕшĕ пĕр майлă пулса çапăçма тухсан, вунă-вунпилĕк çынна та парăнмĕç. Еç шырама Хветюк каять. Ана, ача тесе, шуррисем ниçта чарса тĕпчемеççĕ. Суйма тесен, вăл Спиркăран мар, Филькăран та ирттерет. Хветюк суйса эпĕ весуккасем тесен те, тĕрĕсех тухать: унăн аппăшĕ çакăнта качча килнĕ. Пурăнасса та Хветюк ытларах вăрманта мар, ялта пурăнать. Никама юратма пĕлмен Виçĕ Якур Хветюка хăйне çăлнăшăн юратса пăрахрĕ, ĕçе те ăна хăйпе пĕрле илсе çӳрет. Отряд йышĕ ӳссех пырать. Хĕçпăшал çеç сахалтарах. Çавă шухăшлаттарать-ха вăрманти ревкома. Сурачăнтан разведчиксем — Спиркăпа Филька — нимсĕрех таврăнчĕç. Унта шуррисем те, хĕрлисем те çук халĕ. Рабочисем хăшĕ Блюхерпа кайнă, хăшĕ кайран вăрмана тарнă. Хĕçпăшал та тупма май çук унта. Филька станцире пĕр çамрăк рабочипе туслашнă. Спирка çавăн пирки юлташĕпе вăрçса каяс патне çитнĕ-мĕн. Пĕр-пĕр провокаторпа çыхланса, тăшман аллине лекесрен хăранă. вăл; комиссар вĕсене асăрханма хушса янăччĕ. Çавăнтах тата вăл, Сурачăнта каç выртмалла пулсан, станци таврашĕнче хӳтлĕх шырама хушнăччĕ, рабочисене шанма пулать тенĕччĕ. Отряда разведчиксем виççĕн таврăнчĕç. Çамрăксем хăйсемпе пĕрле Горшков юлташа ертсе килчĕç. Филька, ĕлĕкрех хывăх вĕçтерме юратаканскер, халь пĕртте мухтанмарĕ, Спиркăпа хирĕçни çинчен те шарламарĕ. Спирка комиссара пĕтĕмпе тĕрĕссипе каласа пачĕ. Вара Филька та тӳсеймерĕ. — Спиридон пире конвойпа илсе килчĕ, — терĕ вăл, кула-кула. — Эпир Горшков юлташпа юнашар калаçса килетпĕр, вăл пĕр пилĕк-ултă утăм кая юлса пырать. Пăлахая персе уксахлама тытăнчĕ тата. Систермесĕр каялла çаврăнса пăхатăп та çакна — чиперех утать. Çул тăршшĕпе аллине кĕсйинчен кăлармарĕ. Эсир, Осокин юлташ, револьвер ан парăр ăна урăх. Вăл тепĕр чух мана персе вĕлерме пултарать. Комиссар иккĕшне те мухтарĕ: Спиркăна сыхлăх çухатманшăн, Филькăна — кирлĕ çынна ертсе килсе ырă ĕç тунăшăн. Çапах та чапĕ ытларах Филькăна тиврĕ пулмалла. Анчах комиссар Спиркăна ытларах шанать, ахăр. Ана вăл разведкăна пĕччен те яркалать тата револьверне те туртса илмерĕ. Кайран çаван пиркн ӳкĕнмелле те пулчĕ… Спирка ревком заданийĕпе Мăкшăелне кайма тухнăччĕ. Ыхраçырминчен тавра сукмакпа иртсен, вăл çул çине васкарах тухрĕ. Çавăнпа ăна ялтан асăрханă: пĕр юланут çавăнтах хăваласа çитрĕ. Салтак. Çамрăкскер. Чех мар, вырăсах. — Кам? Ăçтисем? Ăçта каятăн? — ыйтнă май мала тухса, лашине ун умне çавăрса тăратрĕ вăл. — Весуккасем… Ниçта та каймастăп. Лаша шыраса çӳретĕп, — терĕ Спирка, куç айĕн пăхса. — Ма йĕвенсĕр-нăхтасăр? Çаврăн каялла. Ялта тĕрĕслĕпĕр. Асту: суйрăн пулсан, персе вĕлеретпĕр. Спирка, салтак ăна тĕпчеме тытăнсан, аллине мăкăрăлса тăракан кĕсйине чикнĕччĕ. Салтак çавна асăрхарĕ те: — Руки вверх! — тесе çухăрса ячĕ, хăй çурăм хыçĕнчи винтовкине иле пуçларĕ. Анчах Спирка та салтака кĕтсе тăмарĕ, револьверне кĕсйинчен вăштах туртса кăларчĕ те персе ячĕ. Пĕрре те мар, темиçе хут шанлаттарчĕ… Пăшал сассине илтсе пулмалла, ялтан тата икĕ юланут вĕçтерсе тухрĕ. Пĕри аманнă юлташĕ патне васкарĕ, тепри тӳрех — хăвалăх енне чупакан Спирка хыççăн. Тарăн вар çыранĕ тăрăх ӳсекен вĕтлĕхе çитсен, Спирка каялла çаврăнса пăхрĕ: юланут çывхарнăçемĕн çывхарса килет. Акă ĕнтĕ лаша йывăррăн сывлани те илтĕне пуçларĕ. Салтак, ют çĕртен килнĕ çын, кунти вырăнсене лайăх пĕлмест. Хăй çулне чăнкă çыран пӳлессе сисмест-ха вăл, çыран айккипе ӳсекен йывăç тăррисене çеç курать. Вĕсем аякран хăвалăх пек курăнса лараççĕ. Çав хăвалăха çитес умĕн салтак хĕçне çӳле çĕклесе сулса яма кăна тăнăччĕ, сасартăк ун лаши, хартлатса илсе, сылтăмалла сиксе ӳкрĕ. Ана каллех хăвалăх енне çавăрсан, салтак тĕлĕнсе кайрĕ: куян пек вирхĕнсе пыракан çын, çыран айне сиксе, çухалма та ĕлкĕрнĕ. Каратель çыран хĕрринче нумаях кулянса тăмарĕ. Çырана лашипе пĕрлех чикеленменшĕн пĕр хĕпĕртесе, пĕр çӳçенсе илчĕ те каялла вĕçтерчĕ. Çыран айне сикнĕ Спирка тӳрех тĕм айне кĕрсе ӳкрĕ, юланут каялла кустариччен пĕр йăшăлтатмасăр выртрĕ. Анчах кайран та вырăнтан йăпăр-япăр сиксе тараймарĕ вăл, сикнĕ чух ури аманнă иккен. Тăма хăтланчĕ те… чутах кашкăр пек уласа ямарĕ. Спиркăн вилĕмрен çăлăнасси темле пулатчĕ-тĕр, ун телейне, инçех те мар, вар леш енчи вир ани çинче хайхи «сезонниксем» ĕçленĕ. Вĕсем Спирка салтакран епле тарнине сăнаса тăнă. Виçĕ Якурпа Хветюк, çыран айне анса, аманнă ачана шыраса тупрĕç те урăх çĕре, шанчăклăрах вырăна куçарчĕç. Мăкшăелне, пĕр ватă большевик йĕрне шырама, Хве-тюка ямалла пулчĕ. Хветюка хăрушă çула ăсатасшăнах марччĕ те Якур, комиссартан хăрарĕ: ревком сучĕ умне тăратма пултарать. Хăй Спиркăна каçчен сыхлама юлчĕ. Апат хутаççинче ун наган та, граната та пур… Хăйсем пытанса пурăнакан вырăна партизансем «Тапăр» теççĕ. Ана кăмпа пухакансем те, кайăк йĕрлекенсем те ăнсăртран та, ятарласа шыраса та кăпăр-капăр тупаяс çук. Хрулкка мучи партизансене шанчăклă вырăн тупса панă. Тапăра куçа курăнман сукмаксемпе каяс пулать. Партизансем хăйсен çулне вăрттăн паллăсемпе палăртнă. Çĕнĕ сукмак ан пултăр тесе, çынсем нихçан та умлă-хыçлă е ялан пĕр йĕрпе утмаççĕ. Тапăр таврашĕнче, унталла иртсе кайма май пур вырăнсенче, патрульсем çӳреççĕ. Пысăк хăрушлăх килсе тухсан, патруль иăшал персе систерет. Тапăр çумĕнчех пысăк та тарăн вар пуçланать. Кирлĕ пулсан, çав вар тĕпĕнчи чăтлăх хӳттипе урăх вырăна куçма пулать. Вырăнĕ шанчăклă, анчах кунта партизансем ĕмĕрлĕхе е хĕл каçмалла вырнаçман-çке. Кĕрхи кунсем çитиччен, ăçталла та пулин кайса, Хĕрлĕ Çарпа пĕрлешме тăрăшас пулать. Çапах виç-тăват тĕлте çĕрпӳрт турĕç. Вĕсенчен пĕрне Чулçырмара тыткăна илнĕ карательсене хупса лартрĕç. Ревком вĕсене вĕлерес шутпа сут тумарĕ, хулана: «Пирĕн алăра сирĕн заложниксем пур. Каменкăна е пĕр-пĕр урăх яла карательсем пырса тапăнсан, вĕсене çав кунах персе вĕлеретпĕр», — тесе хут çырса ячĕ. Вăрçă хирне тухса кайиччен отряд штабĕ чăннипех штаб пулса çитеймест пулĕ ĕнтĕ. Халь Осокин ытларах ревком енĕпе ĕçлет. Отряда йĕрекелес ĕç пĕтĕмпех Федотов çине тиенчĕ. Паян Осокин ирех Спиркăна Мăкшăелне ăсатрĕ те пĕр уçланкăра чылайччен пĕччен уткаласа çӳрерĕ. Хуйхă-суйхă нумай. Мăкшăелне кĕçех карательсем килсе çитме пултараççĕ. Çаплах Самлейпе Чулçырмана та тĕлленĕ пуль-ха вĕсем. Федотов çывăрать-ха. Осокин вăл выртакан хӳшĕ патне пырса тăчĕ, каллех шухăша кайрĕ. Хитре çын çак Федотов. Сăнпа хитре, кăмăлпа тата хитререх. Ăспа та, куçпа та юрататăн çакăн пек çынна. Каччă пек çамрăк сăнлă хăй. Ак халь, çывăрнă чух, нимех те çук пек унăн. сăнĕнче. Сарă чăваш ачи. Куç харшисем те сарă. Халь Леонид сăнĕ куçа ытлашши савăнтармасть. Вăл вăранса, тутине темле питĕ ыррăн култарса пĕр сăмах каласанах вара, чун савăнма тытăнать: сана ирхи хĕвел çути пырса çупăрларĕ тейĕн. Çакăн пек этем санпа пĕр шухăшлă пулсан, телейлĕ çын вара эсĕ. Тусна хĕре юратнă пек юрататăн. Тĕлĕнмелле! Леонидпа Осокин пĕр ял çыннисем. Çапах вĕсене ют ял çынни паллаштарчĕ. Тĕрĕссипе каласан, вĕсене пурне те революци паллаштарчĕ. Кăяш Тимкки хăй те илемлĕ çын. Воробьев, Тайман Сахарĕ мĕне тăрать тата! Çавăнтах Осокин Дутовпа çапăçнă чух фронт командующийĕ пулнă Павлов мичмана аса илчĕ. Вăт, çын, иçмасса. Осокинран нумай çамрăк. Ленин патĕнче те темиçе хут пулнă. Совнарком ăна шанса пĕрмаях пысăк ĕç хушать. Дутова аркатнă хыççăн ăна каллех Петрограда чĕнсе илчĕç. Хăйне курнă чух Осокин вăл чăвашне пĕлменччĕ, çакна вăл ĕнер Леонидран ăнсăртран пĕлчĕ… Халь, çын чăрмантарман чух, юлташне вăратса, çав Павлов мичман çинчен лайăхрах ыйтса пĕлме шутларĕ Осокин. Леонид, юлташĕн шухăшне туйнă пекех, куçне уçрĕ те, юлташне курсан, йăл кулчĕ. — Вăрантăн пулсан, тăр, эппин, Леонид Петрович. Санпа калаçас килсе кайрĕ, — терĕ Осокин. Кĕçех Мăрзабай Çимунĕ те, ир тăма вĕреннĕскер, ун çумне пырса ларчĕ. Вăрманта пурăнма пуçланăранпа Çимун сывлăхĕ самаях тĕрекленсе çитрĕ. Вар пуçĕнче тăп-тăрă çăлкуçĕ пур. Çавăн çумĕнчи çерем çине выртсах клаçрĕç ревком членĕсем. Осокин Федотова Павлов пирки тĕпче пуçларĕ. Çимун, хăй те Оренбург фронтĕнче пулнăскер, вĕсен çамрăк командующийĕ чăваш ачи пулнине пĕлсен, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. — Тĕрĕссипе каласан, вăл ман некрех чăваш, — терĕ Федотов. — Анчах чăвашла калаçма пĕлмест. Унăн ашшĕ — чăваш, амăше — вырăс хĕрĕ. Салтакран тăван ялне таврăнман унăн ашшĕ. Таçта Тамбов таврашĕнче авланнă та пурăнма Питере куçнă, рабочи пулнă. Çапла вара, Сергей Дмитриевич хăй Питĕрте çуралса ӳснĕ. Эпĕ унпа Мускавра, прапорщиксен шкулĕнче, паллашрăм. Ун чух эпĕ те, вăл та большевик пулса çитменччĕ-ха, çавах чăн-чăн большевиксен сăмахĕсене питĕ тăнласа итлеттĕмĕр… — Чим-ха, Леонид Петрович, эсĕ аташа пуçларăн мар-и? — пӳлчĕ ăна Осокин. — Урăх Павлов пирки калаçатăн пуль. Лешĕ прапорщика вĕренсе тухна тетĕн, пирĕн Павлов вара сан пек пехота мар, мичман. Унăн чинĕ-званийĕ те, революциллĕ тивĕçĕ те çак икĕ сăмахран: Павлов мичман! «Адмирал Макаров!» пекех чаплă янăрать… Питĕртен матроссене ертсе килчĕ вăл, революци тăвакан матроссене! Прапорщик мĕн вăл?! Эсĕ те прапорщик, эпĕ те прапорщик пулма пултарнă. Çимун та, ав, кăшт кăна пулайман. Çапла-и, Семен Тимофеевич? — Назар калашле, ни салтак, ни офицер, — терĕ Çимун. — Ан кӳрен, командир юлташ, сан чинна хисепле-меншĕн. Пĕлтĕр Назар санпа вăрçса кайни çинчен мана мучи каласа панăччĕ. — Чимĕр-ха, прапорщикран ан кулăр, — хирĕç тавăрчĕ Федотов. — Совет влаçĕн чи малтанхи главнокомандующийĕ кам пулчĕ, пĕлетĕр-и? Крыленко, прапорщик. Павлова эпĕ Октябрь революцийĕ пулнăранпа пĕр уйăх иртсен Смольнăйра тĕл пултăм. Малтанах паллаймасăр иккĕлентĕм. Моряк форми тăхăннă, мичман. Хăй палласа илчĕ. Çавăн чух калаçрăмăр вара. Вăл Ленин патĕнче пулнă иккен… — Кам, кам пулнă Ленин патĕнче? — Пире те итлеме юрать пуль-ха? — Ленин юлташ патĕнче пулнă-и? Ревком членĕсем, тĕлĕнсе, пуçĕсене çĕклерĕç. Вĕсем халĕ виççĕн кăна мар иккен, çынсем нумайăшĕ вăраннă та вĕсене хупăрласа илнĕ. — Михаил Антончă, пĕлтĕрхи сан юмахна эпĕ халĕ те манман-ха, — терĕ Шатра Микка. — Эсĕ ун чух малаллине тепĕр сурхури çитсен каласа парăп, тенĕччĕ. Халь калаçу çав йĕрпех пырать иккен. Ман шухăшпа, салтаксене пурне те пухса калаçас. Эçĕ Ленин юлташ çинчен ху мĕн пĕлнине каласа парăн. Вара малалла Федотов юлташ хăй мĕн курни-илтнине каласа кăтартĕ. Вăл, хăй Ленина курман пулин те, курнă çынпа калаçнă. Çапла тусан, питĕ лайăх пулĕччĕ. Осокин кулса ячĕ: — Сана, ача, клуб пуçлăхĕ тăвас мар-и? Вăрманти клуб пуçлăхĕ! — Ан васка. Ашшĕпе пĕрле, тен, чăн-чăн клуб пуçлăхĕ те килсе çитĕ-ха, — куçне хĕсрĕ Шатра Микка. Ыттисем ку сăмаха ăнланаймарĕç. Мишша-салтакĕ вара тем тавçăрса нлчĕ пулмалла, çынсем сисмеллех хĕрелсе кайрĕ. Çав вăхăтра комиссар умне Кĕркури пырса тăчĕ. — Офицер вăранчĕ, алăка шанлаттарать, — терĕ вăл. — Тата мĕн кирлĕ ăна? — Кăларса ярăр пире, не имеете права, тет. «Право» тесен, салтаксем кула пуçларĕç. — Тупса парăр çавна правă, пĕрех хут, — терĕ пĕри. — Чĕр юн пуличчен нухайккапа кастарас та персе вĕлерес. Ĕçĕ те пĕтнĕ! — Леонид Петрович, — терĕ Осокин. — Кайса лăплантар çавна, эсĕ офицерсемпе калаçма пĕлетĕн. Сана юратать вăл, санпа чиперех калаçать, манпа калаçнă чухсурчăкĕ сирпĕнет. Федотов, тăрса, çĕрпӳртсем еннелле утрĕ. — Вăрах ан аппалан унта, хăвăртрах таврăн. Эпĕ калаçу пуçлам, эппин, — кăшкăрчĕ комиссар. Çук, салтаксемпе калаçасси пулаймарĕ паян. Малтан, пĕр кĕтмен çĕртен, Тапăра Трашук килсе çитрĕ. Ял çынни килнĕшĕн пурте хĕпĕртесе ӳкрĕç, пĕрне-пĕри пӳлсех, ăна ыйтусем пачĕç, хупăрласа илчĕç. Анчах Трашук хыпарĕсем чылай кивелнĕ-мĕн. Çынсем кăшт лăплансан, вăл Осокинпа уйрăм калаçасшăн пулчĕ. Трашук вăрттăн каламалли хыпарсене каласа та пĕтереймерĕ — тепĕр хыпарçă, кĕтнĕ хыпарçă — Илюша Чугунов хула енчен килсе çитрĕ… Рамаш отрячĕ Юлашки вăхăтра самани те кĕрхи улшăнчăк çанталăк евĕр хăтланкалать: пĕр тапхăр — хĕвел ăшши, тепĕр тапхăр — кăра çил ташши; пĕр ачалла кулать, пĕр кашкăрла улать… Якаль пуянĕсемшĕн те çаплах пулмарĕ-и? Халь кăна ялти камунсенчен хăтарса савăнтарнăччĕ куштансене самана, çавăнтах Белянкинăн шăршланса кайнă виллине кăтартса сехĕрлентерсе пăрахрĕ. Якаль пуянĕсен, чăнах та, сехрисем хăпнă çав. Вăрманта вĕлернĕ Серафим Дятловăн пĕр хушаматлă пуян хурăнташĕ чылайранпа лăпкă çывăраймасть ĕнтĕ. Çук, Белянкинсене вăрмана, лесник пӳрчĕ патне, çул кăтартса янăранпа мар, чăтлăхра Белянкин виллине ăнсăртран тупнăранпа. Эсерĕн Виçĕ Якур çакса хăварнă виллине шăпах çав Аристарх Дятлов, Чулçырмари Хаяр Макар хăраххи, ял çыннисене, хăйĕн тăванне сутакан çын, тупнă-мĕн. Çавăнтанпах ыйхă çухатнă вăл. Хăйне те кам та пулин паян-ыранах тытса çакассăн туйăна пуçларĕ ăна. Çитменнине, халь тата ак таркăнсем пысăк ушкăнпа вăрманта пытанса пурăнаççĕ. Вĕсем хушшинче Серафимăн çывăх хурăнташĕсем те пур вĕт… Усал та хăравçă çыннăн сехри хăпсан, хăйĕнчен те усал ĕç тума хатĕр вара вăл… Мобилизацирен тарса пурăнакан çынсене, вĕсем, пĕр çĕре чăмăртанса, социаллă вăй пулса тăраймасан, таркăнсем теççĕ çав. Урăхла каласан, ун пек çын дезертир пулать. Вăрмана тарнă Якаль çыннисем хăйсене чăнах та дезертирсем пек тыткаланă. Вилмен пек шанчăклă вырăн пулмасан, вĕсем, тен, пĕр çĕре пухăнман та пулĕччĕç, вăрманта сапаланса пĕтĕччĕç. Анчах вĕсене çав утрав та пĕтĕçтереймерĕ: çынсем кунта пĕр шухăшпа мар, пĕр туйăмпа — вăрçа каяс килменнипе — пухăннă иккен. Ку туйăмпа хăвна ху çеç çунтаратăн. Влаçр. ан ĕмĕр тарса пурăнаймăн. Çавăнпа таркăнсем хушшинче часах киле таврăнас, власть аллине парăнас текенсем тупăнчĕç. Малтанах ун пеккисем сахаллăнччĕ. Каярахпа, вĕсем хĕтĕртнипе, çирĕпреххисем те иккĕлене пуçларĕç. Виç-тăват вырăспа ик-виç чăваш çеç, хĕрлисене шыраса, тĕнче хĕррине те кайма хатĕр. Анчах вĕсем юлташĕсене ӳкĕтлеме витĕмлĕ сăмах тупаймарĕç… Вилмен ушкăнĕ шăпах сапаланса каяс патне çитсен, Шурă Пракань унта хăйĕн пултăрне ертсе килчĕ. — Пирĕн пата ют ялсем хăнана çӳре пуçларĕç. Пире те çын вырăнне хуракан пур иккен, — терĕ пĕр вырăс, шӳт тунă пек пулса. — Юланутлă, нухайккаллă хăнасем килесрен хăрамастăр-и? — тавăрчĕ ăна йĕкĕт. Çак сăмахран пуçланчĕ те Рамаш ĕçĕ. Тунсăхласа, тарăхса çитнĕ çынсем кĕçех пурте çамрăк йĕкĕте сырса илчĕç. Рамаш, çĕнĕ хыпарсем пĕлтернĕ май, хĕрлисем хăш енче паттăррăн кĕрешни çинчен, Чапаев отрячĕн мухтавлă ĕçĕсем çинчен сăмахларĕ, пĕлменнине те пĕлнĕ пек туса каларĕ. Малтанах хирĕçекен-тавлашакан пулмарĕ, Рамаш сăмахĕсене пурте тимлĕн тăнларĕç. Мобилизацие тивĕç салтаксем — çамрăк çынсем: хăшĕ Рамашран виçĕ çул, хăшĕ икĕ çул çеç аслăрах. Çавах вĕсем унчченех салтакра пулса курнă. Пĕри çеç, питне-куçне хура сухал пусса кайнăран, ыттисенчен нумай аслă пек курăнать. Çӳллĕ те хитре вырăс. Куçĕ хăйĕн ялтăркка та çивĕч, — хушăран ылтăн хĕлхем çиçтерсе илет. Хăйне Миша тесе чĕнеççĕ. Воронин Миша. Çавă çынсене пуринчен ытла пăлхатать иккен. Ун пирки Рамаш, хăйне куричченех, йыснăшĕнчен ыйтса пĕлчĕ. Рамаш каярахпа партизансен тивĕçĕ пирки сăмах хускатсан, хитре вырăс сăмахсене хуçкаласа хирĕçе пуçларĕ: — Краснобайство! Чижик-пыжик. Хорошо поешь, да не знаю, где сядешь, — терĕ вăл йĕкĕлтесе тăрăхланă майлă. Рамаш, Воронин сăмахне илтмĕш пулса, йĕри-тавра пăхса илчĕ. Лешĕн сăмахĕсене ырлакансем палăрсах каймарĕç. Ун çумĕнчи юлташĕсем çеç кăшт кулам пекки турĕç. Рамаш пĕр самант чĕнмесĕр тăчĕ. «Хĕрнĕ тимĕре сивĕтсе ярас мар, çийĕнчех туптас!» — çиçрĕ шухăш ун пуçĕнче. — Эпĕ, юлташсем, сирĕн пата йысна хăни пулса е мобилизацирен тарса килмен, — терĕ вăл çирĕп сасăпа. — Хам пуçа çеç çăлас тенĕ пулсан, урăх çулпа кайнă пулăттăм. Революци хушнипе, ревком полномочийĕпе килтĕм эпĕ кунта. Кам-ха эсир халь? Учредиловка влаçне йышăнатăр пулсан, эсир — дезертирсем. Йышăнмастăр пулсан — партизансем, хĕрлĕ партизансем пулма тивĕç. Кашниех шухăшласа пăхăр: малалла дезертир пуласшăн-и эсир е партизан-и? Урăх çул çук сирĕншĕн. Лайăх шухăшлăр, сире никам та ирексĕрлемест… Ун сăмахне пӳлекен урăх тупăнмарĕ. Вара Рамаш çынсене шухăшлама вăхăт пачĕ те пĕр тунката çине хăпарса тăчĕ. — Юлташсем, ĕçхресченĕсем! — çĕнĕрен сăмах пуçларĕ вăл, кашни çынна куçран пăхма тăрăшса. — Кунта, пирĕн хушăмăрта, кулак таврашĕ çук. Мĕн кирлĕ-ха пире? Мир кирлĕ. Лăпкă пурăнăç кирлĕ. Тата килйыша савăнтарса ĕçлеме, тăранса пурăнма çĕр кирлĕ. Совет влаçĕ пире мир те, çĕр те пачĕ. Хулари буржуйсем, çĕр тытса тăракан улпутсем, ялти кулаксем — мир тунипе те, хресчене çĕр панипе те килĕшмерĕç. Пире мирлĕ пурăнма, хамăр телейшĕн савăнса ĕçлеме парасшăн мар вĕсем. Сирĕн ялти мирлĕ çынсене, Яшкинпа Дятловсене кам вĕлернĕ? Кулаксем тата улпутсен-буржуйсен тарçисем. Сире те вĕлереççĕ… Сирĕн мĕн, çакна кĕтсе тăмалла-и? Воронин юлташ, санпа калаçатăп. — Рамаш, сассине хытарса, хитре вырăса куçпа шыраса тупрĕ. — Ак, сăмахран, сана пĕр-пĕр кулак ывăлĕ хăлха чиккинчен тыттарсан, эс, мĕн, хитре хура сухална шăлкаласа пăхса тăрăн-и? Е тăшмана тавăрма тăрăшăн-и? Халăх, калаçакана кăшт канма парас тенĕ пек, хускалса илчĕ. Пурте, кулкаласа, Воронин çинелле çаврăнса пăхрĕç. — Мана-и? Мĕншĕн? Çыхланса пăхтăр-ха! — терĕ лешĕ, урăх ним калама аптраса. Сăнĕ çавах çиллес-ха хăйĕн. — Хăвна тивсен, тавăрма хатĕр ентĕ эсĕ, — терĕ малалла Рамаш. — Юлташна тивсен вара мĕнле? Çăвар карса пăхса тăрăн-и е… Хитре вырăс тӳсеймерĕ, оратора пӳлсе: — Мĕн эс мана килсе çыхлантăн, çамрăк-ха мана вĕрентме! — тесе кăшкăрса пăрахрĕ. — Авлан малтан, арăмна ача тутар, вара килсе калаç пирĕнпе. Ун чух, тен, итлĕпĕр те… — Пирĕн арăмсем çамрăк çав, — терĕ тепри. — Эх, киле таврăнса, арăмпа шăналăк ăшне кĕрсе выртасчĕ. Çапла-и, Миша? Рамаш çынсен кăмăлĕ хăш еннелле çаврăна пуçланине сисрĕ те чĕлпĕре кăшт пушатма шутларĕ. — Авланаймарăм çав, Воронин, — терĕ вăл, ĕнсине хыçкаланă пек туса. — Арăм çук-ха ман… Юратнă хĕр пур вара, кунтан инçех те мар. Çимĕк тĕлнех кĕтетчĕ вăл — каяймарăм. Савнă хĕре курас тесе, икçĕр çухрăм ытла çуран танккарăм. Çитме вунă-вунпилĕк çухрăм çеç юлнăччĕ — çитеймерĕм. Чăрмантарчĕç… Рамаш сасартăк шăпланчĕ. Халăх та чĕнмерĕ. Хăшĕ, Рамаш пек, ĕнсине хыçкаларĕ, хăшĕ, шухăша кайса, ассăн сывласа. ячĕ. Пĕри тата, качча шеллесе, сăмах хушрĕ: — Ма çитмерĕн вара хĕрӳ патне? Кам чăрмантарчĕ? Сан пек пулсан, эпĕ халĕ те кайса килĕттĕм. Сана мĕн? Салтака илме çул çитмен вĕт… Рамаш сассине каллех хытарчĕ. Халь ĕнтĕ çын чĕрине пырса тивекен сăмахсем калама тăрăшрĕ. — Кам чăрмантарчĕ тетĕн-и? Эсир чăрмантартăр, айвансем! Сире паян тесен паян тытса пĕтереççĕ, персе вĕлереççĕ. Çавах, юлташсем, ан пăшăрханăр, сирĕн пирки шухăшлакан пур. Эсир ăçтине, миçен пулнине ревком лайăх пĕлет. Ревком ячĕ мана сирĕн пата, сиртен отряд йĕркелеме хушрĕ. Мана отряд комиссарĕ пулма хушрĕ. Сирĕн хушăртан пĕр-пĕр опытлă командир тупăнмасан, халлĕхе командир хамах пулăп. Çамрăк тесе ан иккĕленĕр. Юлашки пилĕк-ултă уйăх хушшинче эпĕ çĕр хут çапăçура пултăм… Калаçса çитĕ ĕнтĕ. Хăрушлăх çывхарчĕ. Мана шанатăр пулсан, революци ячĕпе каланă сăмаха итлетĕр пулсан, отряда чăмăртанар. Итлĕр, юлташсем, ман сăмаха: кам та кам партизан пулса ирĕклĕхшĕн, пурнăçшăн, революцишĕн çапăçма хатĕр — ав çав лапсăркка хурăн айне кайса тăтăр. Кам таркăн пулса вăрманта пытанса пурăнасшăн е киле таврăнса тăшман аллине парăнасшăн — çак вырăнтах юлтăр. Çапла каларĕ те Рамаш тăруках пăшăрханса ӳкрĕ: «Ытлашши васкамарăм-ши? Ревком ячĕпе хам тĕллĕн ĕçлесе, ĕçе пăсмарăм-ши? Ма никам та вырăнтан хускалмасть-ха тата?» Ку самант Рамашшăн çур ĕмĕр пек туйăнчĕ. Ак ушкăнран Шурă Пракань уйăрăлчĕ, ун хыççăн хурăн айне пĕр вунă-вуникĕ çын кайса тăчĕç. Ак тата иккĕн-виççĕн хускалчĕç… Рамаш кĕтсе тăрать, никама та васкатмасть. Ушкăнри халăхран çурри ытла хурăн айне куçсан, тепĕр çурри талккăшпех тапранчĕ. Малтанхи вырăнта хура вырăспа унăн икĕ юлташĕ çеç юлчĕç. Кăшт тăрсан, Воронин унта пĕчченех юлчĕ, вăл питĕ хурланчăк сăнлă пулса кайрĕ. — Пĕччен юлтăн вĕт, Миша! Атя, кил кунта. «На миру и смерть красна» теççĕ вырăссем. Эс вырăс вĕт, эп, чăваш пулсан та, вырăс йăлипе пурăнас е вилес терĕм, — чĕнчĕ ăна пĕри. Юлашки çын та вара халăх енне танккарĕ… Ĕçе васкатнăшăн халь ӳкĕнмест ĕнтĕ Рамаш. Тепри пулсан, тен, каплах васкамĕччĕ те. Çамрăк командир Стерлитамакра пулса иртнĕ ĕçсене астуса юлнă çав. Çынсене пĕр шухăш-кăмăллă тумасан, хăрушлăх çитсен сурăх кĕтĕвĕ пек пулса тăраççĕ вĕсем. Рамаш кунĕпех отряда йĕркелес енĕпе ĕçлерĕ. Отрядра пурĕ хĕрĕх тăватă çын, вăл хăй хĕрĕх пиллĕкмĕш пулчĕ. Командир пулма килĕшекен салтак тупăнмарĕ. Вара Рамаша пурте: «Ревком хушнипе килтĕн пулсан, атя, хăвах пул», — терĕç. Рамаш отрядра тăватă отделени турĕ. Кашни отделенире командир суйлаттарчĕ. Чăвашсем Шурă Пракане суйларĕç. Отрячĕ чăмăртанчĕ те… Хĕçпăшал сахалтарах: вуникĕ винтовка та темиçе берданка çеç. Револьвер е граната тавраш пачах çук. Отряд командирĕ хăй те пăшалсăр. Пĕри таçтан кинжал евĕрлĕ пысăк мар, шĕвĕр вĕçлĕ, икĕ енчен те çивĕч хĕç тупса килнĕ. йĕнни те пур. Çав хĕçе Рамаша çактарчĕç, командир палли пултăр терĕç. Çынсем кĕçĕр хăйсеи хушшинче килĕшӳллĕн, лăпкăн калаçрĕç. Кашнийĕнех чĕри вырăна ларчĕ пек. Халь вĕсен командир та пур, ыйха сыхлакан часовойсем те пур. Чăннипе, часовойсем кирлех те мар. Вилмен утравне çĕрле çын пырса кĕреймĕ. Çавах часовойсем тăратас терĕ командир. Пĕр енчен, йĕркелĕхшĕн, тепĕр енчен… килсе кĕрекенсенчен мар, тухса кайма пултаракансенчен сыхланас терĕ вăл. Кĕçĕрлĕхе часовойсене ылмаштараканни Шурă Пракань. Сехет тени никамăн та çук. Автан вăрманта авăтмасть. — Алтăр çăлтăра сăна, — терĕ Рамаш йыснăшне, хăй çывăрма выртрĕ. Çĕрле Рамаш питне такам алли сĕртĕнчĕ. Рамаш çывăрман пекех яшт! тăрса ларчĕ. Ун çумне Шурă Пракань кукленнĕ иккен. — Мĕн пулчĕ?! — сасă кăлармасăр ыйтрĕ командир. — Воронин тарнă. — А часовойсем? Сисмен-и е çывăрса кайнă-и? — Çук, çывăрман. Часовойсене пĕрмаях тĕрĕслесе тăратăп. Вăл каçхинех çухалнă. Унăн юлташне, Чашкина, часовоя тăратрăм, çав каларĕ. — Юлташĕ тарнине малтанах пĕлнĕ-и вăл? — Пĕлнĕ пуль. Халь «пĕлмен» тет. Никама каламасăр яла кайса çӳреме вĕреннĕччĕ çынсем, çапах каç пулсан кайма шикленетчĕç. Ку, ав, лачакана кĕрсе ӳкесрен те хăраман. Рамаш шухăша кайрĕ. Пĕр çын уйрăлса кайни нимех те мар-ха. Анчах кун пек çын, ăнсăртран тăшман аллине лексен, юлташĕсене сутма пултарать. Карательсем халлĕхе Якалĕнче çук пулин те… кулаксем пур. Вĕсем отряда хăйсем кăна килсе тапăнмĕç-ха, çапах та… Çапах та командир чĕри вăркать. Халь тата ку таркăн акă… Вилмен утравĕ тыткăн утравĕ пулса тăма та пултарать. Пире кунта питĕрсе лартма ним те мар. Çак шухăш Рамаш пуçне кăнтăрлах, çук, унчченех, кунта киличченех, пырса кĕнĕччĕ. Ку ĕçе ырана хăварнăччĕ вăл. Воронин тарни чуна çĕнĕрен пăлхатса ячĕ. — Рамаш, итле-ха — пăшăлтатрĕ Шурă Пракань. — Эсĕ кăнтăрла, çынсемпе калаçнă чух, сана ревком пирĕн пата ячĕ терĕн. Ма апла суйрăн? Эс ревком патие çитмен-иç? — Ĕнер арпалăхра виççĕн канаш тытнă чух каларăм-çке. Халь эпир виççĕн пĕчĕк ревком пек пултăмăр терĕм. Халĕ эсĕ те ревком членĕ ĕнтĕ. Çавна та сисмерĕн-и? Лере — пысăк ревком, кунта пирĕн пĕчĕк ревком пулĕ. Халь, ак, каллех, канаш тытмалла пирĕн. Пире тепĕр çын кирлĕ. Эп пĕлсех çитместĕп-ха, сана шанатăп. Аслă та шанчăклă çын пур-и? — Пур. Дятлов, пĕрремĕш отделени командирĕ. Ларка тесе чĕнетпĕр. Лариван Çтепанчă Дятлов. Нумай калаçма юратмасть. Анчах эпĕ чăвашсене яла таврăнма чарнă вăхăтра вăл вырăссене ӳкĕтлерĕ. Çапла эпир унпа эс киличченех пĕр шухăшлă пултăмăр. — Каллех Дятлов! — аптраса ӳкрĕ Рамаш, Лариванĕ пирки хальччен илтмен пек пулса. — Миçе Дятлов сирĕн кунта? — Вырăс хушшинче çур ял ытла. — Вăрат эппин. Ерипен, çынсене ан пăлхат. Командир ура çине тăрса карăнкаларĕ те унтан часовой тăракан çĕрелле утрĕ. — Эс, Чашкин-Ложкин, ху та юлташу хыççăн сăптăрма шухăшламастăн-и? Епле вара Воронин тарнине сисмен эс? Юрĕ, ним те ан кала, тепĕр хут суйса çылăха ан кĕр. Каях, эппин, сан пек çынна шанса часовоя тăратма пултараймастпăр. Çывăр, ыран калаçăпăр, — терĕ командир ним тавăрса калама пĕлмен часовоя. Чашкин, те тĕлĕнсе, те хăраса ӳкнипе, пĕр хушă вырăнтан хускалмасăр тăчĕ. Командир, çурăмран лăпканă пек чышса, уçăрах сасăпа: «Кайса çывăрах. Е Воронин пек яла тарас тетĕн-и? Кай, чармастăп», — тесен тин, лешĕ вăрăммăн сывласа, мăшлатса илчĕ те сăмах чĕнмесĕрех юлташĕсем çывăракан еннелле сулăнчĕ. — Ларса канашлар-ха, Дятлов юлташ, — терĕ Рамаш лешĕ те вĕсем патне пынă хыççăн. — Часовойсем çывăрччăр. Тен, çынсене кĕçех тăратмалла пулĕ. Ларка ятлă Дятловĕ чăн та тулăклă çын. Унпа нумай калаçмалла та пулмарĕ. Шурă Пракань, пултăрне юратса пăрахнăскер, Рамаш мĕн каласан та килĕшет. Вырăс та Рамашпа килĕшрĕ. — Аристарх Дятлов ахальтен мар хулана кайнă теççĕ. Пирĕн ĕçпе кайнă вăл. Коммунистсене сутнăскер, пиртен хăрать вăл. Карательсем кĕç-вĕç килсе çитме пултараççĕ. Мĕн пулсан та, ку вырăнтан хăвăртрах куçас пулать, — терĕ Ларка. Куçасси паллă-ха. Кун пирки Рамаш Ятрус учительпе калаçнă чухнех ăнкарчĕ. Халĕ командир урăхларах шухăшла пуçларĕ. Вилменрен тухсан та, ытлашши аяккалла кайма кирлĕ мар. Сукмак çывăхĕнче сăнавçа хăварас. Пĕр енчен, Трашук халех таврăнса, ревкомран кăтарту илсе килессе ĕмĕтленет вăл. Тепĕр енчен… Ку шухăша Рамаш сасăпах каларĕ: — Тĕрĕс шухăшлатăн, Ларион Степанович. Санпа пĕр хушаматлă тăшман, чăнах та, карательсене систерме кайнă пулмалла. Пĕр ик-виçĕ кун тăшмана çакăнтах, Вилмен таврашĕнчех, кĕтсе пурăнар. Пире тупайманнипе карательсем партизансен çемйисене шар кăтартĕç. Тен, çав усалсемпе пирĕн халех çапаçмала пуле. Асăрханма тивет. Иăнăшмарĕ Рамаш. Ик-виç кун кĕтсе пурăнмалла та пулмарĕ. Отряд тул çутăлнă çĕре, Вилмен утравĕнчен тухса, вăрман ăшнелле çул тытнăччĕ — кайрисем çын чупса килнине курах кайрĕç. Командир, Шур Праканьпе Ларкана мала ярса хăй хыçала юлнăскер, таркăн вырăса палласа илчĕ те отряда чарма хушрĕ. Халтан кайса çитнĕ Воронин, командир умне пырса ӳксе, макăрнă пек сасăпа, такăна-такăна: — Часрах!.. Карательсем килнĕ, çемьесене пĕр киле пухса, хупса лартнă. Пирĕн пирки тĕпчеççĕ, нухайккапа хĕнеççĕ. Эп аран тарса хăтăлтăм, — терĕ. — «Часрах!» Çак сăмаха мĕн шухăшпа каларĕ-ши куян чĕреллĕ этем? Тен, вăл: «Часрах тарар, пире килсе тытма пултараççĕ», — тесе каласшăнччĕ пуль? Çук, партизансем ăна урăхла ăнланчĕç. Енер тĕрлĕрех шухăшпа сĕмленнĕ çынсем паян командир тавра пурте пĕр шухăшлăн кĕпĕрленчĕç, шăтарас пек куçран пăхса, вăл мĕн каласса кĕтсе тăчĕç… «Пĕчĕк диктатор» штабĕнче Малтанхи вăхăтра Пăслăкри шуррисен хушшинче «пĕчĕк диктаторсем» ытларах та алхаснă. Контрразведкăна лекнĕ хула çыннисене Назар сутсăр-следствисĕрех пере-пере вĕлернĕ. Ансăртран комиссара тартнипе çеç вăл кăштах хӳрине уснă. Тен, вăл ытларах та шар курнă пулĕччĕ те, комиссар епле майпа тарнине унран хăйĕнчен пуçне пĕлекенсемех пулман. Конвойри салтаксене вара Назар шарлама хушман, «персе вĕлереп» тесе хăратнă. Тен, тревога çĕклесе, таркăнсене шырама та тухман пулĕччĕ вăл, анчах Леонида тытса пуçхĕрлĕ çакас кăмăлпа урса кайнă. Хăй. асăрхаманнине пулах вара кайран пысăкрах пуçлăхсем Николаев «пĕр арестанта» тартни çинчен пĕлнĕ. Таркăнсене иккĕшне те тытасса шаннă çав Назар. Çамрăк чухнех хулара пурăнса курнăскер, тавралăха лайăх пĕлет вăл: тăпра купаласа тунă пĕртен-пĕр çул ниçталла пăрăнмасăр ту хушăкне илсе каять… Хаяр офицер çав ту хушăкне ирччен хурал хăварса та, çурçĕрелле каякан хыр вăрманне çити йĕрлесе те таркăнсене тупайман. Лешсем кăнтăр еннелле тарса пытанма пултарасса вăл пĕрре те кĕтмен. Авандеев вăрттăн штаб валли вырăн палăртнă чух çавăн пек пуласса та шута илнĕ. Хула çывăхĕнчи ту хушăкĕнче те çĕр хăвăлĕсем пур. Малтан çавăнта пытанма сĕннĕ ăна хула çыннисем: «Кирлĕ пулсан, хыр вăрманне тарма питĕ ăнăçлă», — тенĕ. Анчах Кăяш Тимкки хуларан ăнăçлăрах тарас шухăшпа килмен кунта. Çавăнпа вăл пытанса пурăнма та, уесри икĕ ревкомпа çыхăну тытса тăма та шанчăклăрах вырăн урăх енче тупнă. Хыр вăрманĕнчн ревкомпа та Авандеев вăрманлă ту хырçи тăрăх мар, çеçенхир урлă, чугун çулпа çыхăну тытса тăрать. Хĕвеланăçĕнчен килекен связнойсем поезд çинчен çывăхри разъездра анса юлаççĕ. Хĕвелтухăç енчен килекеннисем вара, çуран е лашапа, вăрмансем урлă, юлашкинчен — Тук тăршшĕпе çӳреççĕ. Чи малтан Авандеев хĕвелтухăç енчен лайăх хыпар кĕтсе илчĕ; хыр вăрманĕнчен хыпар нумай вăхăт пулманччĕ. Çавах та кĕтнĕ хыпар çитрĕ-çитрех. Унта икĕ отряд тĕвĕлене пуçланă-мĕн: пĕри малтанах палăртса хунă вырăнта — хыр вăрманĕнче, тепри тата хĕвеланăçнерех, Пăслăк уесĕнче те мар, Самар уесĕнче — хура вăрман ăшĕнче ларакан Домашка ялĕнче. Халь ĕнтĕ пĕр уесри ĕçсене кăна мар, икĕ уесри ĕçсене пĕтĕçтерсе тăракан пулчĕ Авандеевăн штабĕ. Пăслăк ревкомĕ хула çывăхĕнчех ĕçленине сисмеççĕ шуррисем. Çывăхри ту хушăкĕсене тĕрĕсленипех лăпланнă вĕсем. Кăяш Тимкки вара хулари ĕçсене пĕлсех тăрать. Малтанхи вăхăтра, Федотовăн ĕçĕ сасартăк татăлнă хыççăн, Тимкка, офицерла тумланса, хулара хăй пулкаларĕ. Каярах, унта пĕрне-пĕри палламан офицерсем сахаллансан, хăй çӳреме асăрханарах пачĕ. Çав сăлтавпах вăл Илюшăна хула таврашĕнче ытлашши чарса тăчĕ. Чугуновăн хула çывăхĕнчи Сухоречка ялĕнче тăванĕсем пурăнаççĕ. Лешсен вара тăванĕсем хулара пур. Илюша, Авандеев хушнипе, хулара «хăнара» пулкаларĕ. Мăрзабай ывăлĕн ĕçне те пĕлсе тăрать ревком. Назар хăйне паллакан çынсемех сăнаса тăнине сисмест. Усал ĕмĕчĕсем унăн хăйĕнчен те пысăк. Вăл Питĕртен ытти офицерсемпе пĕрле кăнтăр еннелле кайманшăн ӳкĕнет халĕ. Унта вăл Красновăн е пĕр-пĕр Май-Маевскин адъютанчĕ пулма пултарĕччĕ. Çав еннелле кайма хатĕрленнĕччĕ те ĕнтĕ — кĕтмен инкек чăрмантарчĕ. Мĕн çитменччĕ ăна? Вăл пĕр паллă купцан тăлăх арăмĕ патĕнче савăнса пурăнатчĕ. Анчах тачка майра йăлăхтарчĕ, те Назар юлташĕн çураçнă хĕрне ăмсанчĕ. Хитре. Пуян. Улпут хĕрĕ. Смольнăй институтĕнче вĕреннĕ. Çав чнперккерен ирсĕр чир туянасса кам шухăшланă? Хăйне те чир ертрĕ, ĕçтерсе, тăрантарса пурăнакан хĕрарăма та туянтарчĕ. Çитменнине тата, леш офицерĕ Николаев ун хĕрĕпе çыхланнине сиснĕ те ăна персе вĕлерме пулиă, тет. Вара Назар Питĕртен тухса тарчĕ те кăнтăралла мар, Самаралла вĕçтерчĕ. Кунта вăл, путсĕр чирне эмеллесе пурăннă хушăра, Самарти офицерсен вăрттăн союзĕпе çыхăнчĕ. Чехсем Самара илсен, офицерсен союзĕ Николаева контрразведкăра ĕçлеме сĕнчĕ. Çапла вăл хăй лайăх пĕлекен уеса килсе çитрĕ. Хăйне контрразведка ĕçĕнчен пăрнăшăн ним чухлĕ те ӳкĕнмест Назар. Халь вăл хăй отрядĕнче чăн-чăн диктатор пулса тăчĕ. Çитменнине тата, комучсен «демократилле» влаçне пăхăнасшăн мар. Кăмăлпа офицер учредиловка еннелле мар, ытларах Оренбургри Дутов еннелле туртăнать. Чехсене те юратмасть Назар. Отряд темиçе çĕр çынна çитсен, уесра хĕрлисен тымарне кăкласа пĕтерсен, хăйĕн пысăк отрячĕпе, çук, хăйĕн çарĕпе, тӳрех Дутовпа пĕрлешме тухса каять вăл. Çав атаман-генерал хăйне хăй тивĕçлĕ тыткалать, чехсене те, Самарти комуч влаçне те пăхăнмасть… Назар отрядне çырăнакансем сахал мар. Хулари паллă купца ывăлĕ Виктор Половинкин хăйпе пĕрле пĕр вуна йĕкĕт ертсе килчĕ. Пурте тĕкленсе çитеймен тискер кайăксем. Хăйсене хăйсем юнкер теççĕ. Кашнийĕнех икшер-виçшер револьвер. Назаршăн шанчăклă йĕкĕтсем. Ялтан килекенсем те пур. Паллах, пуян ывăлĕсем. Тепĕр чух вĕсем хушшинче чухăнраххисем те — Зар Ехим йышшисем — пулкалаççĕ. Малтанах вĕсене Назар йышăнасшăн марччĕ. Чее Миття, «диктаторăн» адъютанчĕ, унăн тĕп советникĕ: «Илер, Назар Павлович. Халăх ячĕпе ĕçлер», — тесе канаш пачĕ. Назар генерал пек лехлетсе илчĕ. «Эсĕ, Дмитрий Макарович, Самарти эсерсене сыхласа пурăнса, ху та эсерланса кайнă. Ман отряда демократиллĕ сывлăш кĕртсе, ăна пĕр-пĕр представительнăй орган пек туса хурасшăн», — тăрăхларĕ вăл адъютантне. Кайран унпа килĕшрех вара. Чее Миття Самартанах каратель пулса килнĕ. Назар карательсен пуçлăхĕ пулса тăрсан, вĕсем пĕр-пĕрне питĕ килĕшнĕ. Хăй йăмăкне Чее Миттяна качча пама Назар çавăн чух шухăш тытнă та ĕнтĕ. Лешĕ хирĕçмен, анчах хăй Наçтук пирки пĕртте шухăшламан. Хулара вăл темиçе купца хĕрĕпе паллашнă, хăй валли Мăрзабайран чаплăрах хуняçа тупма ĕмĕтленнĕ. Кĕçех тăван ялтан та Назар патне «харсăр йĕкĕтсем» килсе çитрĕç. Тăваттăнччĕ вĕсем — виççĕш çеç юлчĕç. Куншăн никам та мар, Назар хăй айăплă. Пĕр йĕкĕте хаяр кăмăлне чарайманнипех çухатрĕ. Смоляков ывăлĕ хăйĕн пултăрĕпе уйрăм калаçасшăн пулчĕ. Назар килĕшрĕ, Санькăна штаб çумĕнчи хăйĕн пӳлĕмне ертсе кĕчĕ. Кунта карательсенчен Чее Миттяпа Виктор Половинкин çеç кĕрсе курнă. Чее Миття, кусем пӳлĕме кĕнине курсан, кĕвĕçсе, алăк патне нырса итлерĕ. Лайăх илтĕнмест. Санька йăвашшăн та хуллен калаçать. Миття «хурăнташ» сăмаха çеç уйăрса илчĕ. Ак диктатор сăмахлама пуçларĕ. Лайăх илтĕнет халь: — Политикансем çаплах калаçаççĕ. Отряда кĕнĕ-кĕменех тӳрех чи аслă офицерпа хурăнташланасшăн иккен эс, Смоляков. Хăвна ĕçре кăтарт, офицер пул, вара тинманпа танлашма пултарăн. Тата мĕн каласшăн? Санька хăраса ӳкнипе аран сасă кăларать… Çав вăхăтра тулалла тухмалли алăкран Зар Ехимĕн хĕрлемес пуçĕ курăнчĕ. — Санька ăçта кайса кĕчĕ, ма тухмасть? — ыйтрĕ вăл. Чее Миття та Назартан хаяр сасăна кăшкăрма вĕреннĕ. Вăл кайри алăк патне чупса пычĕ: — Марш каялла! Чĕнмесĕр нихçан та ан кĕр, — тесе кăшкăрчĕ. Зар Ехиме тĕртсе кăларнă хыççăн Чее Миття каллех шалти пӳлĕм алăкĕ патне ыткăнчĕ. Кунта тем мыскари пуçланнă иккен. Санька çари! çухăрса яни илтĕнчĕ. Шалтан такам алăка пырса перĕнчĕ. Алăкĕ, карт! уçăлса, Миттяна чутах çамкаран çапмарĕ. — Ак сана кĕрӳ, ак сана туй! — тесе, нухайккапа питрен-куçран лектерет диктатор кĕрӳшне. Санька каллех алăк патнелле ыткăнчĕ. Ура сарса, алăк умĕнче капланса тăракан Назар ăна, чышкăпа çапса, тĕпелелле сирпĕтрĕ. Ура çине тăрсан, Санька алăк пысăкăш чӳрече яри уçă выртнине курчĕ пулас. Çав чӳречерен ялт! сиксе, вăл пӳрт çумĕнчи пахчана чăмрĕ. Назар чӳрече патне чупса пычĕ, сăран йĕнĕрен револьверне кăлара пуçларĕ. «Ку ытлашши пулать ĕнтĕ», — шухăшларĕ Чее Миття. Вăл алăка тĕртсе хупрĕ те, кĕме ирĕк ыйтнă пек, хытă шаккаса илчĕ. Шăпах вăхăтлă шаккаса уçрĕ иккен. Браунингне çĕкленĕ диктатор чӳрече патĕнчен варт çаврăнчĕ те пĕр сăмах чĕнмесĕр пӳлĕмрен тухса кайрĕ. Чее Миття чӳрече патне пырса тăнă çĕре Санька пахча карти урлă каçма та ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Назар хăйĕн кĕрӳшне мĕншĕн хĕненине Миття лайăх ăнланчĕ. Лешĕ ун умĕнче те хăй Мăрзабай кĕрӳшĕ пулнипе мухтанма ĕлкĕрнĕ. «Диктатор» кăмăлне пĕлсе çитеймен «адъютант» Санька ун вырăнне йышăнасран хăраса ӳкнĕччĕ. Хăрама кирлĕ пулман иккен. — Санька, чим-ха, таврăн! — кăшкăрчĕ Чее Миття уçăлса кайнă сасăпа. Леш таврăнма мар, çаврăнса та пăхмарĕ, урам вĕçнелле тапса сикрĕ. Вара Мăрзабай хĕрĕнчен хăтăлнăшăн пит савăннă йĕкĕт Санькăн урайĕнче йăваланса выртакан карттусне çĕклерĕ те, кула-кула, чӳречерен вăркăнтярчĕ. Мобилизацирен хăраса, офицер пулма килтен тарса килнĕ айван Зар Ехим хăйĕн тусĕ чӳречерен тухса тарнине сисмесĕрех юлчĕ. Санькăпа васкаса калаçмалли пурччĕ ун. Фальшин Васьки хулана кайма илĕртнĕ чух улталанă-мĕн вĕсене. Ехимпе, Санькăпа пĕр çулхисене салтака илмеççĕ те иккен. Кунĕпе кĕтсе те Санькăна кĕтсе илеймерĕ Ехим. Киле тарма шухăшла пуçларĕ хĕрлемес айван пуç. Васька хăратать, уншăн тĕрмене хупаççĕ, тет. Пĕччен киле тарма та хăрушă çав. Кĕтери сăмахĕсене тинех асăнчĕ, мĕскĕн. Вара кил хушшинчи нушника кайса чылайччен макăрчĕ. Назара тахçантанпах Весукка таврашĕнчи партизансем тупăнманни хăрататчĕ. Паян пер Якаль çынни çĕнĕ хыпар илсе килчĕ. Комуч таркăнĕсем Якаль вăрманĕнче пытанса пурăнаççĕ иккен. Çавăнтах Самлейĕнчен те хыпар çитрĕ. Унта халăх çĕнĕрен Совет суйланă имĕш. Назарăн икĕ адъютант. Чее Миттяна вăл пысăк отрядпа Якальне ăсатас терĕ, Виктор Половинкина пĕчĕкреххипе — Самлейне. Революци ячĕпе Чее Миття тахçантанпах командир пулма, офицер пек, хăй тĕллĕн ĕçлеме ĕмĕтленетчĕ. Халь вара унăн ĕмĕчĕ çитрĕ-çитрех. Çирĕм юланутпа Якальне тухса каяс умĕн Назар ăна мĕнле ĕçлемеллине вĕрентрĕ. Хаяр Макар ывăлĕ, Назарпа çӳресе, мĕнле ĕçлемеллине хăй те лайăх чухлакан пулнă-ха. Ку ĕçре хĕçпăшалсăр та çырлахма пулать. Ытларах нухайкка, шомпол е чĕрĕ хулă кирлĕ. Çавах отряд тени хĕçпăшалсăр çӳремест ĕнтĕ. Чее Миттян тесен, хĕçĕ те пур, пăшалĕ те пур — вăрăмми те, кĕски те. Аристарх Дятлов хăйĕн юлашки усал ĕçне те вăрттăн туса ирттересшĕнччĕ. Анчах вăрттăнлăх çиеле тухрĕ. Карательсен командирĕ тӳрех ун патне пырса кĕчĕ. Хуçа сăмахне итлемерĕ вăл, вăрмана таркăнсене шырама каймарĕ, ялти хыпарсене пĕлсен, хăйсемех килĕç терĕ. Карательсем чăн-чăн карательсем пекех ĕçлеме тытăнчĕç ĕнтĕ. Кашни таркăн килĕнчен пĕр çын — е таркăн ашшĕне, е арăмне, е амăшне — Дятлов килкартине хăваласа пухрĕç те нухайккапа ăс кĕртме тытăнчĕç. — Ывăлу ăçта, упăшку ăçта, кала! — тесе хĕнеççĕ. Мĕскĕн çамрăк хĕрарăмсем хăшĕ «тупата туршăн, пĕлместĕп» тесе çухăраççĕ; хăшĕ «вĕлерсен те каламастăп» теççĕ. Ваттисем шăл çыртса, сасă кăлармасăр тӳсеççĕ. Хĕрĕх тăватă çын. Кашнинех нухайккапа пилĕкшер хут тивертме те мĕн чул вăхăт кирлĕ! Халлĕхе командир пĕччен тенĕ пек тăрăшрĕ. Карательсем, ял тăрăх çӳресе, кирлĕ çынсене пурне те пухса çитернĕ çĕре тĕттĕмлене пуçларĕ. Чее Миття ывăнса çитрĕ. Юлашкинчен сĕтĕрсе килнĕ пĕр шĕвĕр сухаллă старике ик-виçĕ хут çеç тивертсе илчĕ те чул кĕлете ыттисем патне тĕртсе кĕртрĕ. Хăй отрядне Чее Миття ял тăрăх сапаламарĕ. Вунă çын Аристарх Дятлов патне хупса лартнă заложниксене хураллама хăварчĕ, ыттисене те çав тавранах вырнаçтарчĕ. Хăй пĕр пуян чăваш патне хăнана кайрĕ. Хĕрлĕ Ваç-çа — Хаяр Макарăн пуçанăшĕ. Унăн карчăкĕ Миттян мăнаккăшĕ пулать. Чее Миття шухăшĕсем те чее. Таркăнсене вăрманта шыраса тупаймăн, тупсан та — тытаймăн. Малтан вĕсен вăй-хăватне ялта тĕпчесе пĕлес пулать. Пуян килĕнче кăшт сăйланнă хыççăи — хăна кăмăшкана пĕр черккерен ытла ĕçмерĕ — Чее Миття мучăшпе вăрттăн калаçрĕ. Хĕрлĕ Ваççа та айван çын мар. Карательсене ертсе килнĕшĕн Аристархне ырламарĕ вăл, çапах хăнапа калаçнă чух ун пирки асăнмарĕ. — Сыхланакана турă сыхлать теççĕ. Вăрманта отряд таврашĕ пулни илтĕнмест. Нумайăшĕ яла таврăнас пек калаçаççĕ курăнать. Çавах пĕлме çук. Дятлов таврашĕсем чăрсăр. Унта та пĕр кутăн Дятлов пур — Ларка. Çавă пăтратать пуль çынсене. Вăрмана каймасăрах таркăнсене тытас терĕр эппин. Хăтланса пăхăр, — терĕ Хĕрлĕ Ваççа, хĕрлĕ сухалне шăлкаласа. Унтан кăшт шухăшласа ларчĕ те пăшăрханнă пек хушса хучĕ: — Салтакусем шанчăклă-и? Чулçырмари пек ан пултăрччĕ. Унта икĕ çынна хĕненипе çĕр çынна хирĕçтернĕ. Кунта, хĕрĕх çынна хĕнесе, халăха пăлхатасран хăрамастăр-и? — Халăха тивместпĕр эпир, хамăр халăх ячĕпе ĕçлетпĕр, — хуравларĕ Чее Миття. — Дезертирсене шыратпăр. Закон хушнипе ĕçлетпĕр. Хĕнессе те тулăксăр хĕнеместпĕр. Паян кăшт тутанмалăх çеç нухайккапа паллаштартăм. Чăн-чăн ĕç ыран пуçланать. Пĕр пиллĕкĕшин чĕр юн юхмалла пултăр. Вара тăванĕсене вăрмантан ертсе килме те килĕшĕç. — Çынна ун пек тусан, епле вăрмана çиттĕр вăл?! — тĕлĕнчĕ те, пăшăрханчĕ те Хĕрлĕ Ваççа. — Ĕçе кăшт чеерех тăвас пулать. Ахальтен мар мана ялта Чее Миття тесе чĕнеççĕ, — Назар пек лехлетрĕ карательсен командирĕ. — Ирхине кашни таркăн килĕнчен тата тепрер çын чĕнтеретпĕр. Тăванĕсене хĕненине пăхса тăччăр. Пăхса тăраканнисем тӳсеймĕç, хăйсемех вăрмана чупĕç. Лешсем те, хыпар илтсен, чăтаймĕç, хăйсемех чупса килĕç. — Эх, самана! — текелесе тĕлĕнтерчĕ Якаль пуянĕ карателе. — Çапла пухнă çартан тулăкĕ пулмасть пуль. Халăха иăлхатни çеç. — Эс, Ваççа мучи, Аристарх Дятловран та хăравçăрах иккен, — терĕ Миття, кулкаласа. — Ничево, самани сана та вĕрентĕ-ха. Тулăкне тупăпăр. Тăваттăшне персе вĕлерсен, хĕрĕхĕшĕ ай-яй лайăх салтак пулĕç. Иккĕшне халех палăртса хутăм: Лариван Дятловпа Шурă Пракань. Тата иккĕшне ыран палăртăп. Хĕрлĕ Ваççа хĕремесленсе ӳкрĕ. Тем-тем каласа кӳрентерĕччĕ вăл ку çăмăлттая хăйне тăрăхланăшăн: «Тупнă ерой! Аристарх сире айне янипе çеç ертсе килчĕ. Ку ĕçе хам пуçланă пулсан, урăхла тунă пулăттăм». Анчах çак сăмахсеие хăнана каламарĕ вăл. Пĕр сăмах çеç: «Хăтланăр», — терĕ те, ерçмен çын пек таçта васкаса, пӳртрен тухса кайрĕ. Урамра вăл хăйĕн тусне, Куштан Темене, тĕл пулчĕ. Вара çавăнпа калаçса ăшне кантарчĕ. Верук, армантан тин кăна таврăннă хуняшшĕне карательсем сĕтĕрсе кайсан, Темен куккăшсем патне чупрĕ, Марье кинемейпе калаçса пăхас терĕ. Ырă кăмăллă карчăк ăна киле таврăнма хушмарĕ, сентре çине хăиартса вырттарчĕ те. минтерсем айне турĕ. Çĕрле, упăшки таврăнсан, карчăк ăна юриех вăлтса калаçтарчĕ. Лешĕ хăй Хĕрлĕ Ваççаран мĕн илтнине карчăкне йăлтах каласа пачĕ. Верук итлесе выртрĕ. Хăйĕн куштан старикне карчăк шансах каймасть. Çавăнпа Верук пирки асăнмарĕ те. Шурăмпуç палăра пуçласан, вăл çамрăк хĕрарăма упăшкине систермесĕр кăларса ячĕ. Пĕрне-пĕри сăмах каламасăрах, иккĕшĕ те пĕр шухăшлă пулнине лайăх туйрĕç вĕсем. — Кукку мĕн калаçнине нлтрĕн-и? — ыйтрĕ карчăк, пӳртрен тухсан. — Пĕтĕмпех илтрĕм. — Вăрмана каятăн пуль? — Урăх ăçта каяс? Упăшкам кăна мар, шăллăм та çавăнта вĕт. Карчăк тĕлĕнмерĕ те, тĕпчемерĕ те. Верука хĕрес хурса, çамкинчен чуптурĕ те: — Ырăран ырă пултăр, чуп эппин, — терĕ. Аристарх Дятловăн чул хӳмеллĕ çурчĕ аслă урам юпленсе кайнă тĕлте, шăп ял варринче, ларать. Çакăнтан пĕр çĕр утăмранах вăрман пуçланса каять. Аристархсен хыçĕнче, вăрман хĕрринче, çĕр çулхи юман кашлать. Çав юмана Аристарх пăхсах тăрать, никама та кастармасть, «ман юман» тет. Рамаш кам юманне ыйтса-туса тăмарĕ, вăрмантан асăрханса тухрĕ те юман тăррине упăте пек йăпăрт-япăрт хăпарса кайрĕ. Сăнама питĕ лайăх вырăн. Ял вĕçрен вĕçе курăнать. Куçминкка еннелле чăвашсем пурăнакан урам вĕçĕ тăсăлса выртать, Самлей еннелле — вырăссем пурăнакан икĕ юплĕ урамăн вĕçĕ. Воронин ним тĕплĕн пĕлеймесĕр, сехĕрленсе каялла чупнă. Çавăнпа Рамаш яла разведка хăй кайса килме шухăш тытнăччĕ. Кĕçех Верук чупса çитрĕ. Унăн хыпарĕсем пĕртен-пĕр тĕрĕс шут тытма пулăшрĕç. Хĕçпăшаллă партизансене Рамашпа Ларион Дятлов çакăнта илсе килчĕç. Хĕçпăшалсăррисене Шурă Пракань ялăн чăвашсем пурăнакан вĕçне ертсе кайрĕ. Вĕсенчен улттăшĕ вăрман енчи ретре пурăнаççĕ. Партизансен виçшерĕн-тăватшарăн çав килсене кĕрсе пытанмалла. Карательсем икшерĕн çӳреççĕ. Икĕ каратель учĕсем çинчен анса килкартинв кĕрсен, партизансен вĕсене çавăнтах тыткăна илмелле. Урăхла тума май çук: отрядра хĕçпăшал сахал. Кирек миçе каратель тыткăна лексен те лайăх: вĕсен вăйĕ чакать, партизансен — хутшăнать. Лăп та шăп кирлĕ вăхăтра хăпарса ларчĕ Рамаш юман тăррине. Чее Миття, унăн планне пĕлсе, ăна пулăшас тенĕ пекех, чăваш вĕçне сакăр юланут ăсатрĕ, тепĕр вĕçе — ултă юланут. Саккăрăн кайнисен те Рамаш планĕпе ĕçленĕ пекех пулса тухрĕ: улттăшĕ, икшерĕн уйрăлса, вăрман çумĕнчи рете тĕллерĕç, иккĕшĕ — хир енчи рете. Рамаш сăнать. Акă, икĕ юланут Шурă Праканьсем тĕлне çитсе чарăнчĕ. Карательсем çуранланса хапхаран та, чӳречерен те пырса шаккарĕç. Никам тухманнине курсан, килкартнне кĕрсе кайрĕç, «Кусем лекрĕç ĕнтĕ», — шухашларе Рамаш, Шурă Иракань ахаль каларса ямĕ. Кĕçех Аристарх килкартинче хĕрарăм çухăрни илтĕнчĕ: Чее Миття ĕçе тытăнчĕ пулмалла. Пĕр сасă лăпланичченех тепри янăраса кайрĕ. Рамаш çыннисем тӳсеймерĕç, темиçен вăрман хĕррине килсе тухрĕç. Командир вĕсене каллех пытанма хушрĕ: вăхăт çитмен-ха. Рамаш сăнать. Вырăссем пурăнакан вĕçе кайнă карательсем каялла таврăнни курăнчĕ. Вĕсем тата виçĕ çынна нухайккапа хăваласа килеççĕ. Тепĕр вĕçрен те икĕ юланут таврăнчĕ. Ыттисен йĕнерлĕ лашисем çаплах хапха умĕнче тăраççĕ, хăйсем курăнмаççĕ. Кĕçех лашисем те куçран çухалчĕç. Рамаш савăнать, малалла мĕн пулса иртнине тӳсĕмлĕ сăнать. Карательсем тепĕр хут ял вĕçнелле кайччăр, вара операци пуçлама та юрать. Ариетарх килкартинче Чее Миттяпа пĕрле виçĕ каратель «ĕçлеççĕ». Иккĕшĕ уçă хапха умĕнче тăраççĕ, хăваласа килнĕ çынсене тухса тарасран сыхлаççĕ. Юланутсем каллех ял вĕçнелле кустарчĕç. Вăхăт çитрĕ. Рамаш шăхăрма хатĕрленнĕччĕ — чул хӳмеллĕ килкартинче сасартăк пăшал пени илтĕнсе кайрĕ. Партизансем çав самантрах вăрмантан чупса тухрĕç. Рамаш та вара юман çинчен çĕре сиксе анчĕ. Чее Миття хăй те хаярланса ӳкессе кĕтменччĕ. Тен, хаярлăхран та мар, сехĕрленсе ӳкнĕрен çапла пулчĕ-ши ку? Тем тесен те, вăл пеме шухăшламанччĕ. Йăваш сăнлă, шĕвĕр сухаллă старик нимсĕрех тенĕ пек урса кайрĕ. Йĕмне антарса вăрăм сак çине выртас вырăнне карательсен командирĕ çине сиксе ӳкрĕ. Çакна кĕтменскер, Чее Миття пăрăнса ĕлкĕреймерĕ. Ватăпа çамрăк вара çĕре тĕшĕрĕлчĕç, çăмха пек йăвалана пуçларĕç. Анчах çамрăкки вăйлăрах та, йăрăрах та ĕнтĕ. Ытти карательсем мĕн пулнине ăнланса та ĕлкĕреймерĕç, вĕсен командирĕ револьверне туртса кăларчĕ те старике тӳрех пуçран печĕ. Малалли Чее Миттяшăн тĕлĕкри пек пулса иртрĕ. Кĕлетри çынсем кăшкăрса, уласа ячĕç, килкартинчисем те, çари! çухăрса, хапха еннелле ыткăнчĕç. Хапхари карательсем вĕсене чарас тесе тĕрмешеççĕ. Чĕр юн пулса выртнă хĕрарăмсемпе арçынсем ура çине тăра пуçларĕç. Пăшалне ним шухăшламасăр-тумасăр персе янă Миття тата хытăрах сехĕрленсе ӳкрĕ. «Молчать!» — тесе кăшкăрчĕ те, ниçта тĕллемесĕрех, тепре нерсе ячĕ. Пĕр хĕрарăм крыльца çине упаленсе хăпарса кайрĕ, Чее Миття ăна çивĕтрен ярса тытрĕ. Çывăхрах темиçе хут пăшал пени илтĕнчĕ, такам Чее Миттяна пилĕкрен çавăрса тытрĕ те çĕре персе антарчĕ. Çав самантрах уп çине такамссм иккĕн-виççĕн тиенчĕç… Кăнтарла тĕлнелле Якалĕнче революци ячĕпе суд пулчĕ. Ревком пуçлăхĕ халăх умĕнче приговор вуласа пачĕ. Çапла Якалĕнче Чее Миттяна, Аристарх Дятлова тата пилĕк карателе ревком сучĕпе, революци ячĕпе персе вĕлерчĕç. Тăватă карательпе икĕ партизан тытăçура пĕтнĕ. Пилĕк каратель, урамăн вырăссем иурăнакан вĕçĕнче пулнисем, Самлей еннелле тарса хăтăлнă. Икĕ карателе, хальтерех отряда кенĕскерсене, тытăçу вăхăтĕнче алă çĕклесе тыткăна парăннăшăн ревком ирĕкрех хăварчĕ. Тепĕр виçĕ карательпе ялти икĕ кулака — Хĕрлĕ Ваççапа пĕр Дятлова — ревком, заложник туса, хăйсемпе пĕрле илсе каймалла турĕ. Вĕсем пирки халăха ăнлантарса панă чух Рамаш çаила каларĕ: — Кулаксем е ытти тăшмансем ялти партизансен çемйисене хĕсĕрлеме тытăнсан, заложниксене суд тумасăрах персе вĕлеретпĕр, хамăр каллех Якальне революци ячĕпе суд тума таврăнатпăр. Ан пăшăрханăр, юлташсем! Шуррисене пурне те кĕçех аркатса тăкатпăр. Курăр, ав, революцишĕн çапăçма мĕнле маттур йĕкĕтсем каяççĕ… Рамаш Верук шăллĕ иккенне пĕлекенсем пулмарĕç. Верук отрядпа пĕрле кайма та, вăхăтлăха Чулçырмана куçма та килĕшмерĕ, чирлĕ хунямăшне пăхма юлчĕ. Чее Миття персе вĕлернĕ шĕвĕр сухаллă старик унăн хуняшшĕ, Шурă Праканĕн ашшĕ пулнă иккен. Епле васкамалла пулсан та, пĕр хушлăха çитсен, Рамаш отряда чарчĕ, виçĕ партизана чĕнсе илсе, Куштан Темен патне кĕме хушрĕ. Лешсем Рамашăн «Тĕве куккăшне» пӳртрен сĕтĕрсе тухрĕç те витене хупса лартрĕç. Рамаш пӳрте чупса кĕчĕ, хăраса ӳкнĕ карчăка ыталаса чуптурĕ. — Рамаш эпĕ, Марье кинемей, анхăра, куккана ним те тумастпăр, — терĕ вăл. — Тăвар кирлĕ манаг, пĕр çур пăт тăвар. Пĕлетĕп: вăл хыт кукар вĕлерсен те хăй ирĕкĕпе парас çук. Спаççипă сана, Марье кинемей! Эс пире питĕ пулăшрăн, революци ячĕпе тав тăватăп сана! Марье кинемей Сахар ывăлне вăл калаçма пуçласанах палласа илчĕ, вара те савăнса, те хурланса, макăрса ячĕ. — Пехил, ачам, пехил! Аçу ăçта çӳрет? Пуçне хуман-ши? — хыпаланса мăкăртатрĕ карчăк. — Пĕлместĕп, Марье кинемей, ннм те пĕлместĕп. Верука упра! Хăрушлăх килсе тухсан, пытар. Хунямăшĕ сывалсанах, Весуккана Ятрус учитель патне е Чулçырмана ăсат. Трашук килсе тухсан, ялта мĕн пулнине каласа кăтарт, хыпарсем пĕлкелетĕр те тӳрех каялла таврăнтăр. Карчăк, хутаç тытса, тĕпсакайне кĕрсе кайрĕ. «Тăварĕ кĕлетре, тенĕччĕ Трашук. Кунта та пытарнă иккен чее старию» — кулса илчĕ ăшĕнче Рамаш. Тухса каяс умĕн вара карчăка: — Эпир кайсан, кăлар стариккӳне. «Мана тав ту, эп пулмасан, сана та персе вĕлеретчĕç. Кулаксемпе ан çыхлан, эп сана çăлма та, пĕтерме те пултарап» тесе хăрат, — терĕ. Карчăк йĕкĕте каллех ыталаса илчĕ: — Эх, Рамаш, ачам! Вутлă ĕçе кĕтĕн пулин те, шӳт тума çавах манмастăн. Кăмăлпа яланах ырă пул. Хăвăн пуçна та сыхла. Верукшăн ан пăшăрхан… Кăмăллă карчăк Рамаша та хĕрес хурса ăсатрĕ. Тапăрта лаша тулхăрать Хăйĕн ĕçне Пысăк ревкомпа килĕштерсе тума вăхăт пулмарĕ Рамашăн. Малтан иккĕленмерĕ вăл, анчах халĕ, утлă отрядпа таçталла кайма тапрансан, çамрăк командир шухăша кайрĕ. Чăнах та çав, Якалĕнчи ĕçсем пирки хыпар хулана паян-ыранах çитĕ. Шуррисем вара ку ĕçе ахаль хăварасшăн пулмĕç. Çавăнпа Весукка таврашне утлă отрядпа пырса кĕме юрамасть — хатĕрленсе çитмен тĕп отряд енне тăшмана çул кăтартса парас мар… Революци çулĕсемпе лашапа вĕçтерсе çӳреме хăнăхнă Рамаш утлă отряд пирки ĕмĕтленетчĕ. Халь унăн отрячĕ çурри утлă темелле. Карательçен йĕнерленĕ лашисем паттăр партизансене питĕ килĕшрĕç. Отрядра ĕнтĕ кавалери те, пехота та пур. Капла кансĕртерех те — халлĕхе пырĕ-ха. Васкаман чух çураннисем лашаллисемпе ылмашкалĕç, васкамалла чух пурне те икшерĕн лаша çине лартма пулать. Ялтан тухса, вăрмана кĕрсен, Рамаш хăйĕн Пĕчĕк ревкомĕпе канаш турĕ. Хăш еннелле кайсан лайăхрах пулĕ-ши? Самлейпе Весукка хушшинчи вăрмана кайма юрамасть, ун пирки Ятрус Рамаша малтанах асăрхаттарчĕ. Çапах Самлей вăрманĕ чăннипех сĕм вăрман. Праканьпе Ларка вара çакăн пек канаш пачĕç: Самлей таврашне Весукка енчен çывхарма юрамасть пулсан, Тарăнвар еннелле çул тытас. Кайран хĕвелтухăç енчен Самлей таврашне те пырса тухма пулать. Унта шанчăклăрах вырăнсем пур. Рамаш килĕшрĕ. Мĕн тесен те, тĕп отряд инçех мар. Тата Самлейри Совет влаçĕпе те çыхăнма пулать. Çапла канашланă хыççăн отряд çĕнĕрен çула тапранчĕ. «Хуларисем пире йĕрлеме тухиччен пĕр-ик кун та иртĕ-ха. Çав хушăра Пысăк ревкомпа çыхăнса, хаяр тăшмана кĕтсе илме хатĕрленес», — шухăшларĕ командир. Ун пуçĕнче тата романтикла çăмăлкка шухăшсем те вылякалаççĕ. Сăмахран, вĕсен халь пĕр çирĕм юланутпа «карательнăй отряд» пулса тăрасчĕ, карательсен ĕçне пĕтĕм уесĕпе арпаштарса ярасчĕ. Е хулари рабочисемпе, вăрттăн ĕçлекен коммунистсемне çыхăнса, хулана пырса кĕресчĕ те унта революциллĕ пăлхав çĕклесчĕ… Çук, ун пек ачалла хăтланма юрамасть çав. Вăл командир, ун аллинче хĕрĕх икĕ партизан пурнăçĕ. Шанаççĕ вĕсем çамрăк командира. Ун хыççăн халь Ларкăпа Шурă Пракань кăна мар, Воронинпа Чашкин та таçта кайма хатĕр. Каçпа отряд Самлей çывăхне тухăç. енчен пырса чарăнчĕ. Весуккана çын ямалла. Кама ярас? Дятловпа Праканьрен шанчăклăраххи никам та çук. Тепĕр чух урăххисене те яма пултарĕччĕ Рамаш — кусем кунта питĕ кирлĕ çынсем, ревкомсем, анчах ĕçĕ ытла та ответлă: сасă кăлармасăр вилме хатĕр çын кирлĕ… Тĕп отрядăн та ĕçе тытăнма вăхăт çитнĕ иккен: хула хыпарĕсем васкатаççĕ. Çак кунсенче шуррисем хуларан Оренбург енне пĕр вакун хĕçпăшал ăсатаççĕ-мĕн. Партизансем, ятсăр разъезда çитсе çав пуйăса кĕтсе илсен, революцишĕн усăллă ĕç тума пулать. Пломбăланă вагон площадки çинче кондуктор та темиçе салтак çеç пулмалла. Машинист — хамăр çын. Вагонне шуррисем юриех ыттисенчен уйăрса палăртасшăн мар. Разъездра кĕтсе илме май пулмасан, пуйăсне хиртех чармалла, паллă парсан, машинист хăех чарĕ. Отрядăн малтанах разъездри çынпа çыхăнмалла. Хăш пуйăса чармаллине çавăн урлă çеç пĕлме пулать. Çынни мĕн таран шанчăклă пуласси паллах мар, ăна тĕрĕслесси — отряд ĕçĕ. Филька Сурачăнтан ертсе килнĕ рабочи ак хăçан кирлĕ пулчĕ. Разъездри çын Горшковăн тăванĕ иккен. «Тарпа ĕçлекен» виçĕ улăп та халь кирлĕ пулчĕç. Аллă партизан суйласа илчĕ Осокин. Тата темиçе лав кирлĕ пулать. Разъезд Весуккаран пĕр çирĕм пилĕк çухрăмра. Ревкомшăн халĕ задача паллă ĕнтĕ. Планĕ те палăра пуçларĕ. Отряд, çĕрле чугун çул таврашне çитсе, вăрмана пытанать. Горшковпа тепĕр шанчăклă çын тӳрех разъезда каяççĕ. Харсăр, вăрт-варт, вăйлă çын кирлĕ. Виçĕ Якур юрăхсăр, вырăнсăр пуçтахланса, ĕçе пăсма пултарать. Кĕркури хăй кайма килĕшнĕччĕ, ăна Осокин ямарĕ, эс урăх çĕрте кирлĕ пулатăн терĕ. Тапăртан тухса каяс умĕн тепĕр ĕçе те манмарĕ Осокин. Кăяш Тимкки пĕр çын ыйтса янăччĕ. Çĕр е темиçе çĕр çухрăм кайса, шуррисем аллине лекмесĕр Атăл çине çитме пултаракан çын кирлĕ-мĕн. Илюшăна Авандеев тиркенĕ. Оеокин çавăнтах Рамаша аса илчĕ: лешĕ, Стерлитамакран Якальне вăрттăн çитме нултарнăскер, хуларан Атăл таврашне те çитме пултаратех ĕнтĕ. Комиссар, унпа хăйпе курса паллашман пулин те, ун çинчен нумай лайăх сăмах илтнĕ. Вăл Трашукпа кунта килме васкаман, ав, Ятрус сăмахне итлесе, вăрмана таркăнсенчен отряд тума кайнă. Чăнах та, çакнашкал пултаруллă йĕкĕт кунта та пит кирлĕ çын, анчах кĕпĕрне ревкомĕпе шанчăклă çыхăнас ĕç отряд малашлăхĕшĕн темрен те хаклăрах… Рамаша ревком халех Трашук урлă чĕнтерсе илме шутларĕ. Вилмен отрядне ун вырăнне урăххине ямалла турĕ. Кĕркури ак ăçта кирлĕ пулса тăнă иккен. Çапла вара, Рамаш хăйĕн отрядне Самлей еннелле пăрнă вăхăтра, Трашукпа Кĕркури Тапăртан Якальне тухса кайрĕç. Палипе Горшков разъезд еннелле çул тытрĕç. Осокинпа Федотов чылай пысăк отряда кăнтăралла, чугун çул вăрман çумне çывхаракан тĕле ертсе кайрĕç. Ревком вырăнне, комиссарпа командир вырăнне, Тапăрта Мăрзабай Çимунĕ юлчĕ. Çимун халиччен пĕр ĕçре те пуçпулса курман-ха. Çавăнпа вăл Тапăрта командир вырăнне юлма та тăруках килĕшмерĕ. — Революци ирĕкĕпе вилме хатĕр эп, командир пул-малăх вара ăс та, сасă та паман мана атте-анне, — турткалашрĕ вăл. — Хăвах мана «кăвакарчăи сассиллĕ» тесе тăрăхлатăн вĕт. Кунта арăслан сассиллĕ çын кирлĕ. — Уру çине ĕне пуссан, пуçу та, сассу та улшăнĕ, — терĕ Осокин. Çимун сисрĕ: ку ĕçре турткаланса тăни аван мар. Вара пуçне усса, ĕнсине хыçкаласах килĕшрĕ. «Ик-виçĕ кун епле те пулин иртсе кайĕ-ха. Комиссар-па командир таврăниччен Тапăрта темех пулас çук», — хăйне хăй йăпатма тăрăшрĕ вăл. Чăнах та, темех пулмарĕ пек, анчах кĕтмен япаласем пурпĕр çине-çинех килсе туха пуçларĕç. Кашни ыйтăва татса пама ăçтан ăс çитерес? Яланах çутă сăнлă Çимун сăнĕ тепĕр иртенех тĕксĕмленсе кайрĕ. Çав ирхине Трашукпа Кĕркури каялла таврăнчĕç, Якалĕнчен тĕлĕнмелле хыпарсем илсе килчĕç. Мĕн тăвас ĕнтĕ? Рамаш отрядне ăçтан тупас? Отряд пирки тăхтама та пулĕччĕ, Рамашĕ хăй нитĕ кирлĕ-ха. Ана, Осокинсене кĕтмесĕрех, хулана ăсатмаллаччĕ. Халь тата тепĕр хуйхă. Шуррисем Якаль ĕçне ахаль хăвармĕç. Партизансен тĕп Тапăрне те çавăрса илме пултараççĕ. Çак шухăшпа тарăхса вĕтеленнине çавах çынна палăртмарĕ Çимун. Мĕн тумаллине пĕлекен çын пек, çул çӳресе ывăннă юлташĕсене выртса канма хушрĕ. Хай Шатра Миккана таврари патрульсене улăштарма ăсатрĕ, çĕнĕрен патруле тăмалли çынсене сыхлăх пирки хытă асăрхаттарса ячĕ. Трашукпа Кĕркури çывăрма выртрĕç. Çимун тăрă çăлкуç патĕнче пуç çĕмĕрсе ларать. Рамаш йĕрне хăш енче шырас? Шырама кама ярас? Хветюка ярĕччĕ, лешĕ Мăкшăелĕнчен таврăнман-ха. Командир пĕр-пĕр мел шыраса тупиччен Осокинсем те килсе çитĕç капла. Намăс! Нивушлĕ ним ĕçе те юрăхсăр çын-ши вара вăл? Иăнăшрĕç пулать юлташĕсем ун пирки. Çавăнтах тата тепĕр хуйхă сиксе тухрĕ. Яхруш ялтан çын ертсе килнĕ. Ют çын. Шурă çӳçлĕ çамрăк чăваш. Якальсем, Шурă Пракань ятлă, тет. Хайхи Рамаш çынни пулать-мĕн. Рамаш тупăннăшăн савăнасчĕ кăна, халĕ командир савăнма та пĕлмерĕ: «Тен, ку шурă чăваш тăшман лазутчикĕ? Парольпе килнĕ, тет. Кивĕ парольпе килнĕ çав… » Ним тума аптранипе Çимун Трашука вăратма шутларĕ. Çав вăхăтра тата, йĕпе çине сапа тенĕ пек, тепĕр инкек тупăнчĕ. Весукка çулне сыхлакан Филька икĕ юлташĕпе Тапăра таврăнчĕ. Таврăнни лайăх, вĕсене улăштарма Çимун çын хăех янăччĕ. Тулăксăр Филька пĕр карателе тыткăна илнĕ тата. Ун пек ĕç тума никам та хушманччĕ ăна, хăй ăссĕн çапла хăтланнă. — Карателĕ мана кирлех марччĕ, — тĕре Филька, тӳрре тухма хăтланса. — Эп Трашука унăн ăйăрне тупма сăмах панăччĕ. Пăхап, çулпа пĕр çын тимĕр кăвак урхамахпа килет. Пĕчченех. Эпир виççĕн. Лаша вăрри тесе тытрăмăр ăна. Чăнах та, пăхма каратель пек те мар хăй: хресчен ачи пек чухăн тумланнă, лăпкă. АнчаХ унăн кĕсйинче акă мĕн тупрăмăр. — Филька Çимун умне маузер тата пĕр пĕчĕк хытă хут татăке кăларса хучĕ. Çимун шурă та çутă хут татăкне çавăркаласа пăхрĕ. Пĕр енĕ тап-таса, тепĕр енне вара ылтăн саспаллисемпе «Виктор Иванович Половинкин» тесе çырнă. Ку вăл хулари купца ячĕ, Çимун ăна Трашукран та илтнĕччĕ. Вара лешне вăратмаллах пулчĕ. Вăл вăраннă çĕре Филька, командиртан ыйтмасăрах, допрос та пуçланă иккен. — Чăннипе каламасан, сана хăван револьверӳпех персе вĕлеретĕп. Сан пеккисем татах пур пирĕн. Тунмасăр каласа парсан, пеместĕп. Яштака та хитре йĕкĕт каялла çыхса лартнă аллисене турткаларĕ, йĕри-тавра салхуллăн пăхса илчĕ те пуçне каллех усрĕ. — Тунмастăп, тĕрĕсне каЛарăм. Каратель мар эпĕ, хресчен ачи. Хулара, купца патĕнче, тарçăра ĕçлерĕм. Пĕлессĕр килсен, револьверие унăнне вăрларăм эпĕ, — терĕ вăл шăл витĕр. — Юрĕ. Кала-ха, эппин, хресчен ачи, куица тарçи, — куçне хĕссе илчĕ Филька. — Тĕрĕс каласан, ĕненĕп. Кала-ха, пужалăстă: выртакан ĕне, кашкăра курсан, ура çине тăнă чух малтан пуçне çĕклет. Лаша урăхла хăтланать — малтан хыçне çĕклет, кайри ури çине тăрать. Ма апла? Тĕрĕс ответ парсан, эс хресчен ачи пулнине ĕненĕп вара. Комиссара та ĕнентерĕп. Мĕскĕн йĕкĕт сăнĕ кăшт уçăлса кайрĕ пек. — Ана пĕчĕк ача та пĕлет, — терĕ вăл, Филькăна куçран пăхса. — Ене мăйракапа хăратать кашкăра. Лашан мăйрака çук, вăл урипе тапма тăрăшать, çавăнпа малтан хыçне çĕклет… Партизансем ахăлтатса кулса ячĕç. Çынсемпе пĕрле Трашук та кулчĕ. Филька хăй кулмарĕ. — Тĕрĕс калать-и, Трофим Михайлович? Эс тарçăра пулнă çын. Пуян выльăхĕн йăлисене пĕлме кирлĕ, — терĕ вăл. Трашук пĕрре визит карточки, тепре тыткăна лекнĕ каратель çине пăхрĕ. «Наташа Черникова каччине ак ăçта тĕл пулма тиврĕ иккен», — шухăшларĕ вăл. Унтан «тарçă» çывăхне пычĕ. — Мыскараçă пулни килĕшмест сана, Виктор Половинкин. Савнă хĕрӳ патне большевиксем пирки мĕн çырнине манман пуль-ха. Маннă е çырман пулсан, халь çыртарăпăр. Сан аллуна лайăх пĕлетĕи эпĕ. Тунни усăсăр, Половинкин. Хăвна ху сиен тума çеç пултарăн. Аçта, мĕн çăмăлпа кайнине пĕтĕмпех тĕрĕссипе каласа пар луччă, — терĕ Трашук, Çимуна та, Филькăна та тĕлĕнтерсе. — Ну, мĕн вара?! Половинкин эпĕ, тунмастăп. Савăнăр! — сасартăк кăшкăрса ячĕ хайхи «хресчен ачи». — Разбойниксем пек хăтланатăр пулсан, персе вĕлерĕрех эппин. Хăрамастăп…  — Хăй Трашук аллинчи хут пек шурса кайрĕ. Вара вăл çавăнтах курăк çине тĕшĕрĕлсе анчĕ те ĕсĕкле-ĕсĕкле йăвалана пуçларĕ. Командир хушнипе икĕ партизан Назарăн тепĕр адъютантне ытти карательсем патне кайса хупрĕç. — Комиссар таврăнсан, хăй допрос тутăр, — терĕ Çимун. Ĕçсем çапла майлашкала пуçларĕç. Мăрзабай Çимунĕ çăмăллăн сывласа ячĕ. Лайăх помощниксем пулсан, командир пулма та хăрушă мар иккен. Шурă Пракане те çав Трăшуках палларĕ вĕт. Ĕçре пулман çĕнĕ партизан, хăюсăр каччă, кĕтмен çĕртен командир тĕрекĕ пулса тăчĕ. Вара командир канăшлу пухас терĕ. Çав канашлура Кĕркури, Шурă Пракань, халь кăна ĕçрен таврăннă Шатра Микка тата Филькăпа Трашук пулчĕç. Осокинсем таврăниччен Рамаш отрячĕ Самлей таврашĕнчех тăтăр терĕç. Халь Шурă Праканьпе пĕрле унта Кĕркури тата Трашук кайччăр, Рамаш тӳрех хулана вĕçтертĕр. Кăяш Тимккине мĕнле тупмалли пирки, парольсем пирки Çимун вăрттăн пĕр Кĕркурие çеç каласа ячĕ. Кун пирки вăл хăех ăс çитерчĕ ĕнтĕ. Рамаша хăйне çеç каламалли япалана пĕр çын кăна пĕлтĕр терĕ. Çак ĕçсем ирхи апатчен пулса иртрĕç. Яхруш халь ĕнтĕ Тапăртах юлчĕ. Ватă учитель Чулçырмаран таврăннă-мĕн. Темле хыпарсемех илсе килмен пулас. «Яла карательсĕм пыман-ха. Мăкшăелĕнчи ĕçсене сăнас пулать», — тесе калама çеç хушнă-мĕн Яхруша Хрулкка мучи. Мăкшăелне Хветюк чиперех кайса килчĕ. Ватă большевика тупайман вăл. Ял çыннисем Малинин юлташ ăçта кайса кĕнине пĕлмеççĕ иккен. Лăпкă пурнăç Тапăрта тата икĕ куна пычĕ. Тен, апла та пулмастчĕ, Çимунăн, Осокинсене кĕтсе илеймесĕрех, карательсемпе çапăçу пуçласа ямалла пулатчĕ-тĕр, анчах, ун телейне, Филька, Трашукăн ăнман ăйăрне пула, шăп кирлĕ çынна тыткăна илнĕ. Çапах та Тапăра мĕн тĕрлĕ хăрушлăхран хăтарнине вăл хăй те сисмест-ха. Якалĕнчен тарнă пилĕк каратель Самлейне пырса кĕнĕ чух Половинкин тепĕр пилĕк карательпе шăп çав ялта пулнă. Самлейĕнчи Совет влаçне пĕтерме пынă пулнă вĕсем. Самлей таврашне çитсе вырнаçнă хыççăн Рамаш йыснăшне Ыхраçырмине ăсатнипе çырлахмарĕ, Самлее те икĕ разведчик ячĕ. Икĕ разведчикĕ те пĕр хыпар илсе килчĕç: ялта карательсем пур иккен, пĕр вунă çын. Çутăлас енне Рамаш отрячĕ пăшал пемесĕрех вĕсене пурне те тыткăна илчĕ. Çавах пĕри, командир пекки, вĕсен аллине лекмен авă. Вăл çĕрле, тумне улăштарса, хулана хыпар çитерме вĕçтернĕ. Тумне мар, лашине улăштармаллаччĕ, вара Филька аллине лекмен те пулĕччĕ… Хальччен партизансем Тапăрта лаша кĕçеннине илтменччĕ-ха. Филькăн тимĕр кăвак лаши те, унти йĕркене пĕлнĕ пекех, хăйне лăпкă тыткаларĕ: тулхăрасса тулхăркаларĕ, анчах пĕрре те кĕçенмерĕ. Виççĕмĕш кунхине ир енне вара пĕтĕм Тапăр лаша кĕçеннипе, тулхăрнипе, урапа сассипе, çын сассипе вăранчĕ. Ĕçре пулнă партизансем нихçанхинчен те шавлăрах калаçаççĕ. Вĕсем халь кашниех лашаллă. Рамаш отрядне те шута илсен, партизансен кавалерийĕ çитмĕлтен те иртрĕ ĕнтĕ. Отряд ĕçрен вăй илсе, хастарланса таврăнчĕ. Пăшал, хĕç, граната халь тепĕр çакăн пек отряд валли те çителĕклĕ. Артиллери снарячĕсене çеç илсе килеймерĕç партизансем. Вĕсене çавăнтах сирпĕнтерсе хăварма тиврĕ. Халь ĕнтĕ хулана Якаль хыпарĕ мар, чугун çул хыпарĕ маларах çитĕ. Тек вăрманта пытанса пурăнаймăн, тăшманпа хире-хирĕç тухса çапăçма хатĕрленес пулать. «Операци ăнăçлă иртнĕ, — шухăшларĕ Çимун комиссарпа калаçичченех. — Осокинпа Федотов чĕрĕ, сывă таврăнчĕç. Отряд шучĕ чакни те палăрмасть пек». Шучĕ чакман пулин те, икĕ çын суранланнă. Вĕсем те хăйсен пуçтахлăхне пула çеç… Илюшăпа Виçĕ Якур тӳсеймен, команда парасса кĕтмесĕрех чарăннă пуйăс патне ыткăннă, хуралти салтаксен пулисем тĕлне пулнă. Халь вĕсене юриех хатĕрленĕ çĕрпӳрте вырттарчĕç, Яхруша яла учителе чĕнтерме чуптарчĕç. Çимун комиссара Тапăрти ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Кунти хыпарсем те лайăх иккен. Хĕçпăшал вăхăтлăха туянман пулсан, Рамашăн паттăр ĕçĕ пирки комиссар, тен, пăшăрхакнă пулĕччĕ. Халь савăнчĕ кăна. Филькăна та тимĕр кăвак ăйăра тыткăна илнĕшĕн мухтарĕ. Половинкин Назарăн «адъютанчĕ» пулнине хула хыпарĕсем тăрăх пĕлет Осокин. Питĕ кирлĕ кайăк сунарçă аллине лекнĕ иккен. Пуринчен ытла Рамаш тĕлĕнтерчĕ Осокина. Ку паттăр йĕкĕте кунта хăварса хулана урăх çынна ямалла марччĕ-ши тесе шухăшла пуçларĕ вăл… Шухăшлатăр комиссар. Халь вăл мĕн шухăшласан та, Рамаш унăн ирĕкĕнчен тухнă ĕнтĕ. Çак юлашки икĕ кун хушшинче вăл, каланă çĕре çитсе, ашшĕн авалхи тусне шыраса тупнă. Вĕсене паллашма пароль кирлĕ пулмарĕ. Рамаша палланă хыççăн Кăяш Тимкки хура куçне йăлтăртаттарчĕ те: — Кунта мĕн пур сан? — тесе, Рамашăн хутаççине хыпашласа пăхрĕ. — Пропуск, — терĕ Рамаш, тутине чалăштарса. Унтан аллине хутаçа чикрĕ те ывăç тупанĕ çине Темен куккăшĕн хăйăр тĕслĕ тăварне илсе кăтартрĕ. — Акă манăн пропуск. — Лайăх пропуск. Маттур. Эс, чăнах та, кирлĕ çĕре çитессе шанатăп, — савăнчĕ Авандеев. Мăрзабай тепĕр хут урăлсан… Мăрзабай Павăлĕ, «пĕчĕк туй» хыççăн каллех сыпкалама пуçланăскер, авалхи тусĕ — Ятрус Хрулкки — килсе кайнăранпа пачах ĕçме пăрахрĕ. Пĕррехинче вăл хăйĕн тăрăшакан тарçине çапла каласа тĕлĕнтерчĕ: — Тырă ан çĕрт урăх. Кăмăшка вĕретме чарăн. Кашкăрăнни пек йăпăр-япăрах пăрăнман мăйне халь Мирски Тимук хуçа енне калт! пăрчĕ те кайăк йĕрлесе тупнă сунарçă йытти пек хытса тăчĕ. Хуçа кулса ячĕ. — Эс мана ĕçтерсе вĕлерес теместĕн пуль вĕт, Тимофей Емельянчă? Çынпа пĕрле эпир те ĕçĕпĕр. Халь çын ĕретĕнчен туха пуçларăмăр… Хуçа сăмахĕ тарçă кăмăлне каймарĕ иулмалла. Çавах вăл йытă вĕрнĕ пекрех кулса илчĕ те: — Маншăн пурпĕрех, эп хам ĕçместĕп, — терĕ. Урăлса йĕркене кĕрсе çитсен, Мăрзабай çине тăрсах самана таппине ăнланма тăрăшрĕ, хаçат тинкеререх вулакан пулчĕ, пĕлтĕрхи пекех, пуçне тĕрлĕ шухăшсемпе пăтрата пуçларĕ. Самарти комуч влаçĕн ĕçĕсене ăнланса илеймĕн: пĕр енчен вăл хăйне хăй демократилле тытăм пек кăтартать, тепĕр енчен диктатор пулас текенсем пекех ирсĕр хăтланать. Совет влаçне хаяр власть тесе тиркетчĕç, анчах, хулара та, ялта та тискер ĕçсем кайран тин — чехсем Совет влаçне пĕтерсен, комуч влаçĕ ĕçлеме тытăнсан пуçланчĕç-ха. Хĕрлисен çапах та хăйсене майлă йĕркелĕх пурччĕ, пĕтĕм Раççейпе пĕр влаçчĕ. Шуррисен кашни кĕпĕрнерех тенĕ пек тĕрлĕрен йĕрке: Самарта — комуч, Оренбургра — Дутов, Çĕпĕрте — Çĕпĕр правительстви. Дутовне Самарти комуч влаçе генерал туса хунă, лешĕ çавах та, комучне пăхăнмасăр, хăй тĕллĕн çĕмĕрттерет… Çĕршыври паянхи лару-тăру пирки çынпа та калаçас килсе кайрĕ Мăрзабайăн. Вара вăл Лешеккине, ĕлĕкхине аса илсе, чиркӳ çыннисем патне кайса килчĕ. Пуп çемйинче те тăнăç мар иккен. Петр Сергеевич хăйĕн большевик-ывăлне ылханать. Майри çавăншăн упăшкин вăрăм çӳçне тăпăлтарма хатĕр: амăш чĕри тăван ывăлĕ еннех туртăнать çав — ывăлĕшĕн вăл хăйĕн пуп-упăшкине те, туррине те ылханма хатĕр. Тиечук килĕнче те тату çук. Анчах кунта кăмăлсем тепĕр майлă пăтранаççĕ-мĕн. Тиечук майри, хулари купца хĕрĕ, «хурахсен» командирне — хăйĕн аслă ывăлне — ылханать. Петр Федотович хăй, майринчен вăрттăн, Мăрзабая: — Эпĕ, çамрăкрах пулсан, хам та ывăлпа пĕрле халăх телейĕшĕн çапăçма кайăттăм, — терĕ. — Чиркӳ служителĕ-ха эсĕ, Петр Федотович. Большевиксем турра ĕненмеççĕ. Сана та йышăнмĕç вĕсем, — юриех йĕкĕлтерĕ Мăрзабай хăйĕн тусне. — Эх, Павел Алексеевич, — терĕ лешĕ, — тĕрĕссипе каласан, эпĕ хам та авалхи еврейсен юмах-халапне ĕненместĕп. Тиечук пулни — ман професси кăна вăл. Эпĕ хам — ĕмĕрĕпех тар юхтаракан хресчен ывăлĕ, халь тесен халь ку ĕçе пăрахса, çĕр ĕçлесе пурăнма хатĕр. Çемье ытла йышлă, ачасене вара пурне те вĕрентес килет. Çав кăна хăратать… Çук, чиркӳ таврашĕнче те ăнăçлăх тупаймарĕ Мăрзабай. Ку енче вара никампа та калаçса чĕрене кантараймăн. Чăлах хăтăш тӳрĕ кăмăллă çын мар. Халь тата кĕрӳ тени те хулана каратель пулма кайнă та… çухалнă, авă. Санька хулара та çук теççĕ, яла та таврăнман. Çавăн пирки Смоляков пушшех тулăксăрланса кайнă. Хаяр Макарпа Мăрзабай нихçан та килĕштермен. Пуян Танюшран та ăслă сăмах илтсе курман. Мăрзабай шухăшĕ ялти ятлă çынсенчен иртеймерĕ. Ытти ял çыннисене тиркенĕрен мар, шухăш хăнăхнă йĕрпе çеç пынăран урăх никама та шута нлмерĕ пуль вăл. Çавăнпа та ăна Хрулкка тусĕн хĕрĕ йăлтах тĕлĕнтерсе пăрахрĕ… Уçă кăмăллă та çивĕч чĕлхеллĕ çамрăк хĕрарăм пĕррехинче калаçтармаллипех калаçтарчĕ ятлă çынна. — Павăл пичче, ман санпа калаçмалли пур, — терĕ вăл тата кшше пырса кĕнĕ-кĕменех. — Çӳçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске тесе, манпа калаçма йĕрĕнместĕн пуль-ха. Пупăн та çӳçĕ вăрăм, çапах вĕсемпе калаçма юрататтăнччĕ эс ĕлĕкрех… Вăл пынă чух хуçа тĕп пӳртре, яланхи пек, пĕчченехчĕ. Халь ĕнтĕ кăмăшка ĕçсе мар, темле пысăк кĕнеке вуласа ларатчĕ вăл. Мулла Анукĕ малтан ятарласах Наçтук çинчен сăмах хускатрĕ. Сăмахĕ Мăрзабанăн пуçне кăна мар, чĕрине те пырса тиврĕ. Кĕçĕн хĕрĕ пирки Павел Алексеевич хăн те сахал мар шухăшланă. Наçтука васкаса качча панăшăн хăйне ятларĕ вăл, ывăлне асăнса ылханчĕ. Халь тин мĕн тăвас ĕнтĕ? Анук каланă пек тăвас тесен, качча панă хĕре каялла киле чĕнсе илмелле иккен. Саньки çухалмаллах çухалчĕ пулсан, арăм пулнă хĕр ашшĕ килне таврăнни пырĕччĕ. Ун пекки ĕлекхи пурнăçра та пулкалатчĕ. Куншăн хĕрне те, ашшĕ-амăшне те ял çыннисем ытлашши хурламĕç. Санька таврăнсан, мĕнле пулĕ вара? Çамрăк хĕрарăм ăсĕпе, пурпĕрех иккĕленме кирлĕ мар иккен: — Санька таврăнсан та çаплах пултăр, — терĕ Анук. — Наçтук кайран хăйне валли каччă тупĕ. Санькăпа пурпĕрех пурнас çук вăл. Юратмасть упăшкине. Юратма мар, курайми пулнă. Смоляков килĕнчен халех, ача тăвичченех, каяс пулать унăн. Çын пул ĕнтĕ, Павăл пичче. Эс Наçтука хăвах чĕнсе ил… Мăрзабай хирĕç чĕнме васкамарĕ, пуçне алăпа тĕрелесе, шухăша кайрĕ. Тепри пулсан, ку вăрăм çӳçе иртĕхсе калаçма памĕччĕ, хăр-хар кăшкăрса пăрахса, пӳртрен хăваласа кăларĕчче. Çук, апла хăтланма Мăрзабай Хаяр Макар мар. Анука вăрçас кăмăл та çук унăн. Çавах ырлас та килмест ăна. — Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн, теççĕ ваттисем, — мăкăртатса илчĕ вăл, ларсаи-ларсан. Анук та парăнасшăнах пулмарĕ. — Ваттисем каланă та вилсе пĕтнĕ. Юптарса ан калаç, Павăл пичче. Çамрăккисен пурнас пулать-ха. Эс ху халь çемьере чи ватти, çавăнпа хăв сăмахна кала. Пурнăç улшăнса пынине пĕлмен-курман çын мар эсĕ. Халь хăвах куратăн, çамрăксем, ваттисенчен ыйтмасăрах, çур ялĕпе çĕнĕ пурнăçшăн юн тăкма тухса кайрĕç. Ваттисем пирĕн пурнăçа курман. Вĕсен сăмахĕне кăна пурăнма килмест пире. Çĕнĕ пурнăçа кура, сăмахĕ те çĕнĕ пултăр. Этеме телейлĕ тăвакан сăмах кирлĕ. — Ваттисен сăмахĕ — халăх сăмахĕ, ĕмĕрсен сăмахĕ, — тавлашса кайрĕ Мăрзабай. — Çĕр ĕмĕр пурăннă сăмах пĕр ĕмĕрте суяна тухмасть. Эсир, çамрăксем, çур ĕмĕр пурăнмасăрах, пĕр çулталăк хушшинчех икĕ пин çулхи тĕне те, темиçе пин çул тăршшĕнче йĕркеленнĕ халăх йăлисене те пăрахăçа кăларасшăн. Çук, пурнăçра апла пулмасть вăл. Кашни халăхăн пурнăç йĕркине тытса тăракан йăласем пур. Чăвашăн та çаплах. Намăса пĕлмесĕр, йăлана пăхăнмасăр, ваттисен сăмахне итлемесĕр пурăнакан çын — çын мар вăл. Халăхран ăслăрах пулаймăн… Наçтук пирки каласан, сансăрах куратăп. Хам тарăхса пĕтрĕм. Анчах ним тума та çук. Халăх йăлине пăсса намăс курмĕ Мăрзабай таврашĕ. Анук малалла чĕрре кĕрес мар терĕ. Хальччен пысăк шухăшлă çын пек, хăйне хăй сăпайлă тыткаласа калаçма тăрăшрĕ вăл. Халĕ яланхи пекех çăмăлттайланса, лахлатса кулса ячĕ. — Ват çын — тăват çын, теççĕ ваттисем. Çаплах пултăр эппин. Эс ху ырă çын вĕт, Павăл пичче. Халăх сăмахĕнчен хăрамасăрах, Наçтука каялла тавăрăттăн та… Укахви инке сăмахĕнчен хăрамастăи-и? Эпĕ, ак, пĕччен пурăнатăп, никам сăмахĕнчен те хăрамастăп. Ялтан нумай вăхăта тухса каяс терĕм. Çавăнпа санпа тепĕр сăмах калаçмалли пур… Мăрзабай Мулла Анукĕ хăйне çапла кăшт тăрăхласа каланăшăн çилленмерĕ. Ку çамрăк хĕрарăма çилленме май çук. Темле, сисмен çĕртенех кăмăла уçса ярать вăл. Халь ĕнтĕ Мăрзабай та шӳт тума хăтланчĕ: — Каччă шырама каяс теместĕн пуль те? Самлейне çул тытатăн-тăр-ха… Пĕр-пĕр летчкк-Микка хăраххине тупса килĕн-ха ак. Каччă тупса килни пырĕ хуть, хӳре йăтса ан кил. Аçтан пĕлен сире, çĕнĕ самана çыннисене! Тен, хулана хӳре кастарма каятăн пуль. Анук хура сухал умĕнче вăрт-варт çаврăнкаларĕ: — Хӳрем çуккă. Пулас та ç.ук. Çавăн пек хĕрарăм эпĕ. Хам вара пур енчен те чипер. Сан пек тăпăл-тăпăл хура сухаллă хитре каччă тупма та пултаратăп. Хура сухалри кĕмĕл çӳç пĕрчисене те пăхса тăмăп. Ват çын тăват çын вырăнне юраттăр вара мана. Унтан, çатăлтатма пăрахса, ĕç пирки калама пуçларĕ. Кил пăхма хунямăшне — Çеки карчăкне хăварать-мĕн Анук. Анчах арçын куçĕ те кирлĕ. — Пырса асăрхакала вара, Павăл пичче, эсĕ çывăх хурăнташ вĕт пирĕн… Хурăнташлăхĕ, чăнах та, хăталăхран та иртеймен те… Çавах Мăрзабай Анука килĕ пирки пăшăрханма хуш-марĕ. «Юрĕ. Аçу маншăн темле хурăнташран та çывăх çын», — терĕ. Алă парса сывпуллашнă чух Мăрзабай Анука куçран пăхрĕ те, унăн ашшĕне ăсатнă чухнехи пекех: — Чипер кай! Çимуна курсан, салам кала, — терĕ. Анук ним те чĕнмерĕ, хăй пăлханнине кăтартас мар тесе, тем ихĕрсе тухса кайрĕ. «Сисет вĕт, эсрел. Мăрзабай таврашне улталаймăн», — шухăшларĕ ăшĕнче. Мулла Анукĕ тухса кайнă хыççăн Мăрзабай темшĕн ытлашши пăлханса юлчĕ, ун хăлхинче çаплах çамрăк хĕрарăм каланă сăмахсем янраса тăчĕç: «Этеме телейлĕ тăвакан сăмах кирлĕ… » Телей! Телей пирки хăçан та пулин шухăшланă-ши Мăрзабай? Ĕмĕр тăршшĕпех хăйне хăй питĕ тирпейлĕ тыткалама тăрăшса пурăнчĕ вăл, хăйĕн ырă ятне çĕртес мар терĕ. Укахвипе пĕрне-пĕри юратса, варлă пурăнас çуккине авлансан тепĕр куннех туйрĕ вăл. Çапах ун пирки ытлашши пăшăрханмарĕ. Арăм тени мĕн вăл? Ача амăшĕ, кăмака кукри хуçи. Вара: «Пĕчĕк ĕçре унпа хирĕçес мар, пысăк ĕçе хутшăнма унăн ăсĕ çитес çук», — тесе шухăшларĕ те Мăрзабай лăпланма тăрăшрĕ. Куçминккара пĕччен пурăннă чух Белянкинсем ăна çамрăк чиперккесемпе çыхлантарма тăрăшрĕç. Хитре сăнлă, уçă кăмăллă старшина чипер майрах тупма пултаратчĕ пулĕ, анчах тупмарĕ. Хисеплĕ ят çăмăлкка савăнаçран хаклăрах пулчĕ уншăн. Халь, ак, хура сухалĕ кăвакара пуçласан, нимле майра та мар, авалхи тусĕн хĕрĕ, тăлăх арăм, пурнăçри тепĕр тĕрлĕ телей пирки шухăшлаттарма пуçларĕ. «Арăм вилсен те, Анук пек çамрăк хĕрарăмпа çыхланса намăс курас çук», — шухăшларĕ вăл, хĕрарăм сăнне куç умĕнчен хăваласа яма тăрăшса. Кĕçех Мăрзабай пуçне урăх шухăшсем килсе тулчĕç. Вĕсем те Анук палăртса хăварнă йĕрпех пыраççĕ иккен. Каллех унăн сăмахĕсем аса килчĕç: «Çамрăккисем çур ялĕпе çĕнĕ пурнăçшăн юн тăкма кайрĕç». Чăнах та çапла вăл. Анук хăй те çавăнтах кайрĕ вĕт. Çамрăккисем çеç пулсан пырĕччĕ. Хура-шур курманскерсем, мĕн пĕлеççĕ вĕсем? Анчах Хрулкка та вĕсем майлă вĕт. Шатра Миккана мĕн кирлĕ тата? Мĕншĕн вăл çапла чăрсăр калаçса хăйне хăй хĕнеттерчĕ? Ма Пали, нимрен хăрамасăр, офицера мăйран пăвса илчĕ? Ма вара чан сассипе пĕтĕм халăх пăлханса çĕкленчĕ? Нумай вĕреннĕ ăслă çынсем ертсе пыраççĕ çав вĕсене… Назарпа Леонид аса килчĕç. Леонид Назартан ăслăрах, кăмăлпа та ырăрах. Елĕкхи туссем халь — пĕрне-пĕри тăшман. Леонидăн ашшĕ те кăмăлĕпе ывăлĕ майлă. «Ман Назар майлă пулас-и вара? Темшĕн кăмăл туртмасть. Çимун, шăллăмăн ывăлĕ, ăслă çын. Вăл та, çемйине, хуçалăхне пăрахса, çĕнĕ йĕркешĕн çапăçма кайнă… » Мăрзабайăн та çав ăслă та тӳрĕ кăмăллă çынсем еннелле туртăнмалла мар-ши? Çук, капла ĕç тухмасть пулĕ. Çĕнĕ йĕрке тăвас текенсем тĕнсĕр, турăсăр, чун тытăмĕсĕр иурăнасшан. Харпăрлăх иирки те аташаççĕ вĕсем. Çĕр хуçи халăхах пултăр эппин. Лаша хуçи, плуг, жнейка, молотилка хуçи вара кам пулĕ? Чахрунсем-и? Çук, çук, килĕшмест капла. Вĕсен, авалхи йăласемшĕн тăракансен, киввишĕнех кĕрешмелле. Анчах камсене хирĕç? Кам-ха унăн тăшманĕ? Çимунпа Шатра Микка-и? Вĕсем çине çилĕ килмест… Асĕ-пуçĕ çапла пăтранкаласа пурăннă вăхăтра самана ĕни Мăрзабайăн тепĕр ури çине те пырса пусрĕ. Анук килсе кайнă хыççăн эрне те иртмерĕ, Мăрзабай хăлхине сехĕрлентерекен хыпар пырса кĕчĕ. Таçта — те Весуккара, те Мăкшăелĕнче — хĕрлисем шуррисен пысăк отрядне аркатса тăкнă, тет. Фальшин Васьки çавăнтан аран тарса хăтăлнă пулать. Назар пирки ырă мар калаçать имĕш. Назар çав çапăçура те пуçне хунă, те тыткăна лекнĕ. «Кайса пĕлес мар-и?» Çук, Фальшинсем патне кайса мĕскĕнленес çук вăл. Тĕрĕссине вĕсемсĕрех пĕлме пулĕ. «Хулана кайса килес мар-ши?» Хулана каймалла пулмарĕ. Часах яла Фальшин çеç мар, Санькăпа Зар Ехим те таврăнчĕç. Мăрзабай малтан хăй патне Санькăна чĕнтерчĕ. Леш кăнтăрла, чĕннĕ вăхăтра, килмерĕ, çĕрле тата хыçалти хапхаран асăрханса пырса кĕчĕ. — Ма вăрă-хурах пек çĕрле çӳретĕн? — Кăнтăрла çӳреме хăратăп, пытанса пурăнатăп, — терĕ Санька. — Камран хăратăн? — Карательсенчен хăратăп, Назар Палчран хăратăп. — Аçта вăл? Эс курнă-и ăна? Ма хăратăн унран? Тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пар-ха. Санька вара хăй ăçта çухалса пурăнни çинчен пĕтĕмпех ним пытармасăр каласа пачĕ. Чӳречерен тухса тарнă хыççăн вăл, айăпне пĕлмесĕрех, хăйне карательсем тĕрмене хупса лартасран хăранă иккен. Çавăнпа вара яла та таврăнман, хула çывăхĕнчи арçын мăнастирне пырса кĕнĕ; унта Санькăн куккăшĕ манахра пурăнать-мĕн. Çав мăнастирте карательсенчен пытанса халичченех пурăннă вăл. Хăй авланни çинчен унта никама та каламан тата айван. Игумен Санькăпа час-часах калаçкаланă, Санька, хăйне манах тума тăрăшнине сиссен, мăнастиртен те тухса тарнă. — Халь Назар ăçтине пĕлместĕн апла? — ыйтрĕ Мăрзабай; унтан сасартăк ахăлтатса кулса ячĕ: — Ялтан карательсем патне тартăн пулать, карательсем патĕнчен — мăнастире, унтан — каллех яла. Халь хĕрлисем патне вăрмана тармалли çеç юлчĕ. Зар Ехимĕн кунçулĕ те кулăшла пулса тухнă. Анчах Мăрзабай унпа калаçнă хыççăн кулмарĕ. Лешĕ хулари пурнăç пирки нумай пакăлтатрĕ, çавах та Мăрзабай ăна ăнланса çитеймерĕ. — Чим-ха, — терĕ вăл, Ехиме пӳлсе. — Назар сире Мăкшăелне ертсе кайрĕ, тетĕн. Отрядра аллă-утмăл çын пулнă, терĕн… Мăкшăелĕнче эсир ним айăпсăр çынсене хĕненĕ пулать. Çапла-и? — Зюк, зюк, Павăл мучи, эп хĕнемен. Эп ăш ыратать тесе тарса пытантăм. Çавăн чух яла хĕрлисем вăркăнса пырса кĕчĕç. — Эс малалла мĕн пулнине ху куçпа курман апла? Кама вĕлернине, кама тыткăна илнине пĕлместĕн? — Берсе вĕлермерĕç ăна большевиксем, зихса вăрмана илсе кайрĕç… — Кама персе вĕлермерĕç? — ыйтрĕ Мăрзабай, сехĕрленсе ӳксе. — Ваше благородине, Назар Палăча… — Аçтан пĕлетĕн, ху курман пулсан? — Мăкшă майри каларĕ. Эп хам урамра пăшал пеме тытăнсанах тĕпзакайне кĕрсе лартăм. Тепĕр кунне тин мана мăкшă майри кăларса ячĕ, чуп чазрах, халь ялта хĕрлисем те, шуррисем те çук. терĕ… Малалла Мăрзабай Зар Ехим мĕн сӳпĕлтетнине итлесе лармарĕ, килкартине васкаса тухрĕ. Мирски Тимук, хуçа тухасса кĕтнĕ пекех, таçтан ун умне килсе те тăчĕ. — Çунатлă тăрантаса пар лаша кӳл, Хурăнвара каятпăр, — терĕ хуçа пăлханнă сасăпа. Çĕнĕ сасăсем Юлашки вăхăтра Тапăрта лаша тулхăрни кăна мар, хĕрарăм сасси те илтĕнекен пулчĕ. Халь отрядра виçĕ хĕрарăм. Нюрăла пирвайхи операцие кайнă партизансем ертсе килчĕç. Çав ятсăр разъездра пытанса пурăннă иккен Лешекки хĕрĕ. Хĕлле Радаев отрячĕпе Дутова хирĕç çапăçма кайнăскер, Нюра темиçе çапăçура та пулнă. Малтан вăл хулари больницăра няньăра ĕçленĕччĕ, çавăн чух пĕр медсестрапа, Лида Черкасовăпа, туслашнăччĕ. Лида ăна хăйпе пĕрле вăрçа кайма чĕннĕ. Ун чух Нюра хĕрлисен отрядне революционер кăмăлĕпе мар, хăйĕн çĕнĕ акамне юратнипе çеç пырса хутшăнчĕ. Лидăпа пĕрле суранланнă çынсене çăлса тертленнĕ хушăра тин вара вăл хăйĕн тивĕçне чĕрепе туйса илчĕ. Хăй суранланнине пула çеç Нюра Блюхер çарĕпе Оренбург таврашне каймасăр юлчĕ, ăна хайхи çав ятсăр разъезда сывалма хăварчĕç… Ватăлас енне кайнă хĕр качча тухас пирки шухăшлама пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Ялта чух вăл, теме шанса, хăйĕн салтакри авланнă каччине кĕтсе пурăнатчĕ. Вара, кĕтсе илеймесĕрех, хулана пурăнма куçрĕ. Хура-Шур куркаланă хыççăн хĕрĕн шухăшĕсем улшăна пуçларĕç. Кобозев комиссарпа ытти паллă революционерсемпе, тӳрĕ те таса кăмăллă çынсемпе çывăх паллашнăранпа вăл пурнăç çине те урăх куçпа пăхакан пулчĕ. … Çимун çавна сисмест-ха. Нюра пĕр кĕтмен çĕртен тупăннă кун вăл вĕçĕмсĕрех ун тавра явăнчĕ. Хĕр унпа çынра вăрттăн калаçма васкаманшăн та кăмăлсăрланмарĕ Çимун. Шыранă телей сасартăк тупăннăшăн савăн-нипе, Нюра унран сивĕннĕ пек пулнине те туймарĕ вăл. «Çынран вăтанать. Хамăр ялсем нумай-çке кунта», — шухăшларĕ çеç. Тульккĕш каç пулсан та пĕр-пĕр тĕм айĕнче хĕрпе калаçса лараймарĕ, апăрша. Нюра, хăйĕн янташĕсене, кӳршисене тупнипе савăннă пек пулса, каçа хăйĕн кӳршĕ çыннисемпе калаçса ирттерчĕ. Çавах пĕррехинче тӳлек те улах вырăна чĕнсе илчĕ-илчех Çимун савнă хĕрне. Анчах мĕн ĕмĕтленни пулмарĕ. Нюра мăйран пырса уртăнмарĕ, темшĕн куçран пăхма та вăтанчĕ. Çимун хăй ăна хытă юратнине пĕлтерсен тата пĕрлешме сĕнсен те, хĕр хирĕç чĕнме васкамарĕ, ачашшăн куçран пăхса илчĕ те пуçне пĕшкĕртрĕ. Çимун калаçма чарăнчĕ, ирĕксĕрех савнин çĕнелнĕ сăнне сăна пуçларĕ. Çук, ватăлман Нюра. Тĕрĕссипе, ватăлма вăхăчĕ те çитмен-ха. Çирĕм виççĕри хĕре ялта кăна ватăлнă теççĕ. Елĕк вал тин кăна çулçă кăларнă çамрăк çӳçе пекчĕ, халь — сулхăн пама пултаракан çамрăк тирек. Çавăнтах Пăлаки аса килчĕ. Лешĕ лĕп чун — вĕрилентермест те, сивĕтсе те пăрахмасть. Ку вара пачах урăхла çын: пĕр çунтарать чĕрене, пĕр шăнтса ярать… Халь ак шăнтса пăрахассăн туйăнать: хăмăр куçĕсене сӳнтерчĕ, пытарчĕ, вара унăн хĕвел пек çутă сăнне хура пĕлĕт килсе хупларĕ. — Айван пулнă çав эпир çамрăк чух, Семен Тимофеевич, — терĕ вăл. — Иксĕмĕр пĕрлешсе савăнăпăр, тепĕр чĕрĕ чуна вара хăртса лартăпăр. Пĕринне кăна мар, тепринне те. Ачу пур вĕт. Чĕрĕ ашшĕ пур çертенех тăлăх-турат пулса ӳстĕр-и вăл? Çавăн пирки шухăшламастăн-и? Шухăшламалла. Киревсĕр ĕç тума ирĕк паман пире революци. Хăвăн пирки çеç шухăшлатăн пулсан, коммунист мар вара эс — анархист пулатăн («Тупрăн анархист», — мăкăртатрĕ Çимун). Çапла вĕрентеççĕ пире чăн-чăн революционерсем. Шухăшла-ха, эсĕ халь халăх телейĕшĕн çапăçатăн, çав вăхăтрах мĕскĕн хĕрарăмпа тăван ывăлун телейне татма хатĕрленетĕн. Пирĕншĕн çĕнĕ пурăнăç çитнĕ тейĕпĕр, арăмушăн çитмен-ха. Тепĕр вунă-вунпилĕк çултан эс ăна пăрахнăшăн вăл, тен, аптрамĕччĕ те… Халь вара ăçта кайса кĕтĕр вăл? Çын мăшкăлĕ пулса тăрĕ — Каменкăра пурăнма юлсан та, тăван ялне таврăнсан та… Малалла çамрăк хĕрарăм Çимун ывăлĕн шăпи пирки те чуна çӳçентерсе сăмахларĕ, ĕлĕкхи каччине макăрас патнех çитерчĕ. Юлашкинчен вăл Çимуна арăмĕ патне халех кăмăллă çыру çырма хушрĕ. Хăйĕн те чунĕ хытă хурланчĕ пуль хĕрĕн — сасси чĕтре пуçларĕ. Вара вĕсем уйрăлчĕç. Çимун, карттусне çамки çине антарса, ассăн сывласа илчĕ те вырăнтах ларса юлчĕ. Нюра, пуçне пĕшкĕртсе, Тапăрти сасăсем еннелле утрĕ. Хĕр тутăр вĕçĕпе куçне шăлса илнине Çимун курмарĕ… Нюра тупăннă хыççăн тепĕр эрнерен Тапăрта татах çĕнĕ сасăсем илтĕнчĕç. Шатра Микка сăмахне чăна кă-ларса, часах хайхи клуб пуçлăхĕ — Мулла Анукĕ — килсе çитрĕ. Пĕччен те мар: хăйпе пĕрле Сухоречка хĕрне — Ольăна — ертсе килнĕ. Анукпа Оля Тапăрта Федунова Нюрăна тĕл пулнăшăн чунтан хĕпĕртерĕç. Ял çыннисем Тапăрта хĕрарăм сасси илтĕннĕшĕн савăнмаллипех савăнчĕç. Комиссар çеç савăнма васкамарĕ. Вăл çак «вăрăм çӳçсем» революци салтакĕсен чунĕсене çемçетсе ярасран, вĕсене пула арçынсем хушшинче хирĕçӳ тухасран пăшăрханса ӳкнĕччĕ, хăйне Анукăн чăрсăр хăюлăхĕ çын кулли туса хурасран та шикленнĕччĕ. Ватă каччă çамрăк хĕрарăма кирлĕ таран пĕлсе çитеймен иккен. Ятрус хĕрĕ пуринпе те кăмăллăн çатăлтатать, комиссар еннелле çаврăнса та пăхмасть. Уншăн Мишша-салтак ӳпкелешме те хатĕр пулчĕ, тен, кĕвĕçсех те кайнă пулĕччĕ, анчах кăмăла кирлĕ-кирлĕ марпа пăтратма вăхăт çук çав, ытти хуйхă-суйхă нумай. Çапах пĕррехинче Осокинпа Николаев хĕрарăмсем пирки ятарласах пуринчен вăрттăн ларса калаçрĕç. Сăмаха Çимуп пуçларĕ. Вăл хăйĕн хуйхи пирки юлташне ним пытармасăр каласа пачĕ. Мишша-салтак малтан шухăша кайрĕ. Ларсан-ларсан вара сасăпах кулса ячĕ. — Пиртен ăслăрах вĕсем, ача, — терĕ кулма чарăн-сан. — Эпĕ сан арăмупа паллашнă хыççăн сана питĕ вăрçнăччĕ. Халь ху эс манран канаш ыйтса ларатăн… Çĕнĕ самана килнине хĕрарăмсем лайăх ăнланаççĕ иккен. Эпир, арçынсем, революцин пĕр енне çеç куратпăр, вĕсем тепĕр енне те курма тăрăшаççĕ. Пурнăç çине пиртен тимлĕрех пăхаççĕ вĕсем. Акă халь пирĕн отрядра виçĕ хĕрарăм. Виççĕшĕ те расна çынсем. Çавах çĕнĕ пурнăç пирки пĕр шухăш тытнă. Мораль кодексне революци çулпуçĕсем çырса парасса кĕтмеççĕ, пурнăçра çĕнĕ çул хăйсемех тупасшăн. Революцие çулпуçсем мар, халăх туни çакăнтан та лайăх курăнать. Çук, ача, революцин тĕп ĕçĕсене хĕрарăмсăр тăваймăпăр эпир. Осокин унччен хăй тĕллĕн çапла шухăшласа курманччĕ. Халь, Çимунпа калаçнă чух, шухăшĕ хăех таçтан сиксе тухрĕ. Çавăнтанпа Тапăрта хĕрарăм сасси илтĕннĕшĕн пăшăрханма пăрахрĕ комиссар. Мăкшăелĕнчи çапăçу хыççăн хĕрарăмсем вăхăтла килсе çитнĕшĕн савăнчĕ кăна. Суранланнă çынсене пăхма ав епле пулăшаççĕ вĕсем Ятрус мучие. Нюрăпа Анук хĕрарăм çулне кĕрсе çитнĕ ĕнтĕ, Оли вара çап-çамрăк-ха. Çапах ăсĕпе те, кăмăлĕпе те хăйĕн каччине чăнахах тивĕçлĕ хĕр. Рамашпа Оля пирки Осокин ялтах илтнĕччĕ. Кунта та Илюшăпа унăн юлташĕсем вĕсене тăтăшах асăнатчĕç. Рамашĕпе паллашаймарĕ комиссар, Олине курса савăнчĕ вара. Каччине курма çеç килмен иккен вăл кунта. «Эпĕ хĕрлĕ гвардеец», — тет. Пăшал тыткалама та вĕренмĕ иккен Илюшăн «гвардийĕнче». Каччине курайĕ-ши мĕскĕн? Кăяш Тимкки хăйĕн çырăвĕнче çапла çырнă: «Рамаш Куйбышев патне кайса килчĕ. халь эпир ăна Чапаев патне ăсатрăмăр. Пултарать ачи! Пирĕн Хĕрлĕ Çарта та паттăр ĕçшĕн награда парас закон тухмалла тесе калаççĕ. Рамаша награда параççех ак… » Ку паттăр йĕкĕте хăй курмасăр юлнăшăн тата тепĕр хут ӳкĕнчс вара комиссар, Ольăпа тата ăшшăноах калаçа пуçларĕ. Кун пирки Мулла Анукĕ Ольăна кĕвĕçнĕ пекрех кулса: «Асту, чипертерех пул: вăл ман каччă. Чехсене-мехсене хăваласа ярсанах, тĕнче çĕмĕрттерсе туй, хĕрлĕ туй. тăватпăр», — тесе ихĕрчĕ. Тапăр ĕмĕрĕ те кĕскелсе çитрĕ ĕнтĕ. Тепĕр ик-виç кунтан пилĕкçĕр çынран тăракан отряд похода тухмалла. Ун çулне хуларисем малтанах палăртса хунă. Хыпарсем ырă. Хĕрлисем учредиловка çарĕсене хĕвеланăç енчен те, кăнтăр енчен те хĕсмеллипех хĕсеççĕ. Хулара Осокин отрядне чармалăх вăй çук иккен халь. Назара хăйне тыткăна илсе, унăн огрядне Мăкшăелĕнче аркатНй партизансене çул уçса пачĕ. Çулĕ тӳп-тӳрех Чапаев бригади патне илсе каймалла. Комиссарпа командир халь отряда похода хатĕрлесе ăшталанаççĕ. Федотов хăй ĕçне лайăх пĕлет. Осокинĕ вара Çимун пекех аптракан пулса кайнă. Чăн та, ревкомпа отряд ĕçĕсене революци хушнă пек тĕрĕс туса пыма Çимунăн мар, хушăран Мишша-салтакăн та ăс çитмест. «Вăл енчен ревком йышĕ те ăнăçлах мар çав, — шухăшлать Осокин. — Леонид ырă та йăваш чĕреллĕ çын. (Хăйĕн хулари паттăрла ĕçĕ пирки никама та каламан лешĕ.) Революци çулĕ çине гуманизм сукмакĕпе пырса тухнăскер, вăл тепĕр чух, класла туйăма çухатса, тăшмана та шеллеме пăхать. Çимунĕ — те старшина çемйинче ӳснĕрен, те кăмăлĕ çапла пулнăран — хăш чух халĕ те иккĕленме пăхать… » Рамаша таçта ăсатнăшăн пĕрре мар ӳкĕнчĕ Осокин. Вăл Якалĕнче революци ячĕпе туса ирттернĕ ĕç комиссара нумай шухăшлаттарчĕ. Пĕр енчен, ревком чăн та çапла ĕçлемелле пек. Тепĕр енчен… Кам пĕлет? Рамаш никам çирĕплетмен решенипе тăруках çичĕ çын персе вĕлерни Виçĕ Якур пек анархистла хăтланни пулмарĕ-ши? Капла халăх большевиксенчен те хăракан пулĕ. Кăмăлĕ çапларах шухăшлаттарать-ха Мишша-салтака. Шухăшăн вара хăйĕн тымарĕ те пур иккен. Туйăм мĕн вăл? Куç умĕнче халь, çак самантра пулса иртнипе çеç пăлханать. Шухăшăн тавракурăмĕ анлăрах. Вăл тахçан пулни-иртнине аса илет, малашлăха курма тăрăшать. Çук, Рамаш анархистла хăтланман пулĕ. Тарăн шухăшлă та пысăк туйăмлă революционер вăл. Ăсатмалла марччĕ иккен çав ăна. Халь кунта унăн сăмахĕ тем пек кирлĕччĕ. «Хам иккĕленмесен, ревкомĕ те хирĕç пулмĕ-ха. Ревком членĕсем мана шанаççĕ. Çавăнпа пушшех йăнăш туса хурасран асăрханасчĕ… » — çаплах канăç тупаймасть Осокин. Заложниксен шăпине татса памалла ĕнтĕ. Е персе вĕлермелле вĕсене, е ирĕке кăларса ямалла. Иккĕшин шăпи паллă. Назарпа тепĕр офицерне, Чулçырма «геройне», пересех пулать. Вăрă-хурахла мар, суд туса, приговорпа. Леш тĕрлĕ половинкинсемпе вара мĕн тумалла? Рамаш рядовой карательсене те персе вĕлернĕ… Çав вăхăтрах хăшне-пĕрне ирĕке кăларса янă… Юлашкинчен Осокин çапла шухăшласа хучĕ: «Похода хатĕрленсе çитиччен хуларан ним те хушмасан… халăхран ыйтас. Мĕн каласан та, пилĕкçĕр çын пилĕк çынран ăслăрах». Ревкомра халь рабочи те, ватă большевик та пур. Хăйне хулари ревком ирĕк панипе, Осокин ревком членĕсен шутне Горшковпа Малинина кĕртрĕ. Анчах Горшковĕ революци ĕçĕнче пиçмен-ха. Малинин партире 1904 çултанпа тăрать пулин те, ĕçре сахал пулнă. Вунтăватă çултан вуникĕ çулне тĕрмере те ссылкăра ирттернĕ… Çак ватă большевика асăнсан, Мишша-салтак йăл кулса илчĕ. Çӳллĕ, тĕреклĕ мăкшă çынни. Хитре шурă сухалĕ хăйĕн кăкăрне те хупласа тăрать! Вăл ăна пытанса пурăннă вăхăтра та кастарман. Те ытла харсăр, те айванрах старик. Тăшман аллине хăех парăннă темелле. Карательсем Мăкшăелĕнче, ватă большевик пирки тĕпчесе çынсене хĕнеме тытăнсан, Малинин, çĕр айĕнчен килсе тухнă пек, сасартăк шыв пички çине хăпарса тăнă та карательсене питлеме пуçланă, халăха Совет влаçĕн тăшманĕсене хирĕç тăма чĕннĕ. Карательсен командирĕ тĕлĕнсе ӳкнипе тăруках тавçăрса та илеймен. «Кам вăл, сирĕн ухмах старик? Çӳçне кастарнă пуп мар-и?» — кулса ыйтнă вăл пĕр пуян мăкшăран. «Эсир шыракан Малинин вăл», — тенĕ лешĕ. Назар, çак сăмаха илтсен, халăха сирсе, шур сухал умне пырса тăнă, лехлетсе кулнă та айван оратора пичке çинчен сĕтĕрсе антарнă, старике хăй аллипе хĕнесе чунне кантарнă. Тен, çавна пула тыткăна лекрĕ те пуль хаяр каратель. Сасартăк партизансем килсе тухсан, Назар тăруках лаша ратне чупса çитеймен, тахăш ăна ура хурса чикелентернĕ. Салтакра пулнă мăкшăсем пăшал пенинчен ыттисем пек хăраса ӳкмен. Партизансем карательсене хупăрланă хушăра виç-тăватă çын карательсен командирне çыхса пăрахнă… Малинин, тĕрмере нумай ларса, халь тата пытанса пурăннипе, халăхшăн хытă тунсăхласа çитнĕ пулмалла. Тунката çине хăпарса тăрать те митинг пуçласа ярать. Партизансене ӳкĕтлеме-чĕнме кирлĕ мар, çавăнпа вара ватă большевик хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех халăха каласа пама тăрăшать. Хăй сăмахне çĕр чăмăрĕ еиле пулса тăни çинчен каласа панипе пуçлать те шурă чехсем кам хĕтĕртнипе Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклени çинчен ăнлантарнипе вĕçлет. Тепĕр чух Çĕпĕрти пурнăç пирки сăмахлать. Партизансем пурте юратса итлекен пулчĕç тунсăхланă оратора, хăйсемех тунката тавра пухăнса тăраççĕ. Халăх пухăнсан, Спирка Малинина шыраса тупать те тунката патне ертсе килет. … Çĕнĕ сасăсем Тапăрта нумайлансах пыра пуçларĕç. Паян заложниксен çĕрпӳртĕнче те çĕнĕ сасă — чи хаяр офицерăн сасси илтĕнчĕ… Назар тыткăнра та тăруках лăпланмарĕ. Малтанах вăл çĕрпӳртрен çĕмĕрсе тухма шухăш тытнăччĕ. Çавăн пирки тепĕр офицерпа хирĕçсе кайрĕ. Офицерсем хушшинче килĕшӳ пулманнипе вара ытти карательсем те пĕр шухăшла пулаймарĕç. Лешĕ, Чулçырмара иртĕхсе пĕтнĕ офицерĕ, халĕ йăвашланса çитнĕ иккен ĕнтĕ, хăйне партизансем персе вĕлересрен хăрами пулнă. Федотовăн лăпкă кăмăлне кура ирĕке тухма шутласа хунăскер, вăл юлашки вăхăтра алăка шаккама та пăрахрĕ. Май килнĕ чух партизансен комаидирĕпе шӳт туса калаçма та пăхать; вăл Николаевпа килĕшме мар, унăн пуçтах ĕçне чăрмантарма та хатĕр. Çакна сиссен, Назар, Леонидпа вăрттăн калаçса, ăна хăратса та, илĕртсе те ирĕке тухма хăтланса пăхрĕ. Еçĕ çавах ăнмарĕ… Леонидран пуçие, отрядра хулари ревкомпа çыхăннă Мишша-салтак тата Совет влаçĕшĕн чĕр юнпа пĕвенсе курнă Шатра Миккапа Пали пуррине пĕлмен çав вăл. Вăрманта пытанса пурăнакан ял çыннисем çине халĕ те дезертирсем çине пăхнă пек çеç пăхнă. Хура хăмла çырли Хĕвел аннă çĕре Весукка таврашĕнче çул юппине çитсен, Мăрзабай тăрантас çинчен анчĕ те Тимука кăпăкланнă пар лашапа Хурăнвара ăсатрĕ, хăй Весукка еннелле тӳрĕ çулпа çуран утрĕ. Ял вĕçне çитсен, шкул патнелле пăрăнчĕ. Учитель пӳрчĕ шкул хыçĕнче ытти хуралтăсенчен уйрăм ларать. Тăваткал пĕр пӳлĕмлĕ пӳрт. Пӳрчĕ пĕчĕк, уншăн çенĕкĕ хăй тепĕр пӳлĕм пек: нитĕ таса, çутă, маччаллă. Çулла хуçа вăхăтне ытларах çакăнта ирттерет пулмалла. Килкарти çукпа пĕрех, пӳрт çумĕнчи сачĕ вара пĕчĕк мар, вăрмана çити тăсăлать. Садра тĕрлĕрен улма-çырла йывăçĕсемпе тĕмсем саркаланса ӳсеççĕ. Мăрзабай Хурăнвара çӳренĕ хушăра авалхи тусĕ патне çул майăн час-часах кĕрсе тухнă. Халь вара ют çын патне килнĕ пек, пӳрте темшĕн асăрханса кĕчĕ. — Хуçи кнлте çук-им? — кăшкăрчĕ вăл пӳрт умĕнче кăшт итлесе тăнă хыççăн. Сас-чӳ пулмарĕ, çавах та хăна, пӳрте кĕрсе, тĕпелти кĕтес еннелле сăхсăхнă пек хăлаçланкаласа илчĕ. Турăш кĕтессшгче ылтăн-кĕмĕл шăвăçпа чĕркенĕ Христос е турамăш вырăнĕнче пĕр сăрланă хăма татăкĕ çеç: те Николай-угодник, те Серафим Саровский сăнĕ. Тинкеререх пăхсан, Хрулкка сăнĕ пек те курăнса каять. Кăмăлĕ пăсăк пулин те, Мăрзабай кулмасăр тӳсеймерĕ: «Турра ĕненмен, эсер пек курăнакан чее старик турăш вырăнне турă кĕтессине хăй сăнне улăхтарса лартман-ши?» Хуçа таврăниччен хăна Хрулкка сачĕпе паллашас терĕ. «Кил хуралçи» Яхруш, ăна курсан, хăраса ӳкрĕ; Мăрзабай килнĕ чух вăл садраччĕ. Хăна сада кĕрсен, «хуралçă» тĕм айне пĕшкĕнсе ларчĕ, унтан шаларах упаленсе кĕчĕ. Мăрзабай типшĕрнĕ курăк чаштăртатнине илтрĕ. Хуçа çук чух ача-пăча тустармасть-ши кунта тесе, сасă илтĕннĕ еннелле васкарĕ. Мăрзабай, тен, Яхруша, çырла вăрри тесе, тытнă та пулĕччĕ, анчах хурлăхан тĕмĕсем патне çитсен, вăл сасартăк чарăнса тăчĕ. Хурлăхан тĕмĕ çинче хура çырла ӳсмест-и вара? Çук, хура çырла мар ку, хăмла çырли. Тутанса пăхрĕ: чăн та çапла. Хура çырла пекех кая юлса пиçет иккен. Вара вăл тинех тусĕпе турă пирки тавлашнине аса илчĕ. «Суймарĕ вĕт, эсрел! Чăнах Тамбов вырăсĕ вĕрентнипе хăех туса ӳстернĕ-ши çак çырлана? Турă çырли хĕрлĕ, ку — хура. Шуйттан çырли… Туррăн арăш-пирĕш ĕçĕсене йĕркелетпĕр, юсатпăр, тенĕччĕ Хрулкка. Турăран ăслă пуласшăн. Шăп леш, шуйттансен пуçлăхĕ пек, сатанаил пек пуласшăн… » Яхруш, ӳсĕрес марччĕ тесе, аран чăтса выртать. Акă хăна каллех пӳрте кĕрсе кайрĕ. Кĕçех çенĕкре кĕмсĕртетни илтĕнчĕ. Унтан мăрьерен тĕтĕм тухни курăнчĕ. Кĕтмен хăна çĕр выртмаллах килни çинчен Яхруш кил хуçине кайса систерме шутларĕ. Вăрманпа пĕр çухрăм кайсан, хăй тата иккĕлене пуçларĕ, чарăнса тăчĕ. Тапăра çитме çывăх çул мар. Каялла таврăнас мар-и? Хуларан е Рамаш отрядĕнчен килнĕ палламан çын, Мăрзабая Мулла Хрулкка вырăнне йышăнсан, тем курма пулать. Çук, кайма юрамасть. Пĕрре çапла шухăшлать ним тума аптранă Яхруш, тепре урăхла: чăнах та, Мăрзабай Весуккана ахалех килмен пуль. Кун пирки Тапăра çитсе пĕлтермеллех. Мĕнле тусан терĕс пулĕ-ши?.. Кун пек чух хăшпĕр çын, апла та, капла та тăвасшăн пулса, хаклă вăхăта ним тумасăрах ирттерсе ярать. Вара ун умне икĕ хăрушлăх вырăнне виççĕмĕшĕ килсе тухать. Тен, Яхрушăн аптрашки те çапла пулатчĕ-и — вăл е малалла чупас, е каялла таврăнас вырăнне çур сехет пер вырăнта тапăртатрĕ, — ун телейне, отряд командирĕ патрульсене кĕçĕрлĕхе ял çывăхнех куçарнă иккен. Чăтлăхран Яхруш умне икĕ чăваш тухса тăчĕç. — Халех таврăи каялла, — терĕ пĕри Яхруш хăйĕн аптрашки пирки каласа пĕтернĕ хыççăн. — Комиссар хуларан çын кĕтет. Хветюк çухалнă. Çавăнпа хула çынни малтан Хрулкка мучи патне кĕрет пуль. Мăрзабай пирки хамăрах ревкома пĕлтерĕпĕр. Яхруш яла таврăнчĕ. Пĕр партизанĕ Тапăра чупрĕ. Мăрзабай, тусне кĕте-кĕте, çенĕкре хура хăмла çырлипе чей ĕçрĕ. Хуçи çаплах килеймерĕ-ха. Хăна тин вара тĕлĕне пуçларĕ. Ку турра ĕненмен эсремет хăй те пĕр-пĕр çветтуй пек, пустынник пек пурăнать. Алăксене питĕрмесĕрех таçта тухса кайнă. Кил пăхма никама та хăварман. Тĕрлĕ çимĕçлĕ сад пахчине хураллакан та çук… Авланмарĕ те вĕт арăмĕ çамрăклах вилнĕ хыççăн, хĕрне хăех пăхса ӳстерчĕ, Анука асăнсан, куç умне уçă кăмăллă çамрăк хĕрарăм килсе тăчĕ: «Хӳрем çук, хам пур енчен те чип-чипер». Çакăнта килме тухнă чух Анука курма ĕмĕтленмен-и Мăрзабай? Çук, хăйĕн чĕрене ыраттаракан хуйхине манас тенипе çеç Хрулккапа унăн хĕрĕ çинчен шухăшлама тăрăшрĕ вăл халь: «Садра хура хăмла çырли ӳстереççĕ. Пурнăçра та çав-нашкалах çĕнĕ йăласем, çĕнĕ йĕркесем пуçласа ярасшăн-ха вĕсем. Ăнчах сыпса та, акса та мар, касса, çĕмĕрсе, юн юхтарса… » «Вăрманта ĕнтĕ вĕсем, Хрулкки те, Анукĕ те — çĕнĕ тĕнче апостолĕпе çĕнĕ йĕрке чун-хавалĕ. Ма çавсене хирĕç усал кăмăл тапранмасть-ши пĕрех хут? Кунта килес вырăнне хулана вĕçтересчĕ, хулари офицерсемпе салтаксене çакăнта Назара çăлма ертсе килесчĕ… Эпĕ хамах ывăла сутрăм пулать: çăлма мар, хыпар пĕлме кăна килтĕм иккен. Вĕсем Назара вĕлернĕ пулсан, мĕн тăвас ва-ра? Тавăрас! Тăван ывăла вĕлернĕшĕн тавăрас. Çакăнта Хăналанса, хуçине кĕтсе ларас вырăнне влаçсене кайса пĕлтерес. Куçшăн — куç, шăлшăн — шăл, тенĕ вĕт турă кĕнекинче те… Анчах çавăнтах тата урăхла çырни те пур Вĕт-ха: «Пĕр питçăмартинчен çапсан, тепринчен те çапма пар». Эй, турри те ман пекех аташса пĕтнĕ. Ун ывăлне те усал çынсем пăталаса асаплантарса вĕлернĕ. Çавăн чух тарăхса каланă пуль турă малтанхи сăмахĕсене, Çавăнпа вăл этеме кураймасть, ăна пĕр инкек хыççăн теприне тупса парать… » Пăртакран Мăрзабайăн хуйхи кăшт сĕвĕрĕлнĕ пек пулчĕ. Вăл утма чарăнчĕ. Тĕттĕмленсе те çитрĕ-çке, Хуçи вара çаилах Таврăнмарĕ-ха. Мĕн тумалла? Вăрмана кайса шыраймăн, кайсан та — тунаймăн. Алăка питĕрмесĕр кайнăскер, таврăнĕ-ха. Таврăнсан эп спре усал тумарăм, мана шанса, ывăла ман алла парăр тесе йăлăнса пăхмалла мар-ши унăн? Хрулкка ĕненĕ ăна… Хăна пӳрте кĕчĕ, хăй çутрĕ. Çутăра пӳрт ăшчикки урăхла курăнса кайрĕ. Унти япаласем халь пурте пĕр çĕре кĕпĕрленнĕ пек. Пулĕмĕ хăтлă, тăпăл-тăпăл, кăмăллă. Шкап тулли кĕнеке; вĕсене паçăр асăрхаманччĕ. Ак ăçтан ăс илет иккен Мулла Хрулкка. Мăрзабай хăйĕн пĕр арча кĕнекипе мухтанатчĕ. Кунта вунă арча та пулĕ. «Хрулкка манран, чăн та, вунă хут ăслăрах пуль. Тем те пĕлет вĕт, мур. Турăпа тавлашакан пулса кайнă… » Хуçана кĕтнĕ май хăна пĕр-пĕр кĕнеке вуласа ларас терĕ. Ыйхи пурпĕрех килмест. Чи пысăк кĕнеки сĕтел çинчех выртать авă. Мăрзабай лампине çывăхарах куçарчĕ те кĕнеке ятне вуласа пăхрĕ. Чим-ха, библи вĕт! Турра ĕненмен Ятрус турă кĕнекине вуласа пурăнать-и? Вулатех пуль çав. Кĕнеке хушшине темиçе тĕлте хут хĕстерсе хунă. Хучĕ те таса хут татăкĕ мар, урлă-пирлĕ çырса пĕтернĕ. Кĕнеке вуланă чух Хрулкка хăйĕн шухăшĕсене çырнă пуль. Кĕнеке листисен хĕррине те паллăсем тукаланă. Меллĕрех вырнаçса, кĕнекене хуçи паллă тунă тĕле уçнăччĕ хăна, юнашарах тем чăшăлтатни илтĕнчĕ. Мăрзабай, шикленнĕ пек пулса, каялла çаврăнса пăхрĕ. Пӳртре мар. Кунта кушак та çук. Хура чӳречерен кармашса пăхрĕ, ним те курăнмасть. Чӳрече хупписене хупас! Эй, ара, ку «пустынникăн» вĕсем те çук-çке. Ана Мăрзабай килнĕ чухнех асăрханăччĕ-ха. Шалтан карма та чаршав таврашĕ çук тата. Мăрзабай урлă-пирлĕ пăхкаларĕ те кравать çинчен çăмăл çивиттине сĕвсе илчĕ, сĕтеле хирĕç чӳречене карчĕ. Яхруш хальччен чӳречерен хăна мĕн хăтланнине сăнаса йăпанатчĕ. Халĕ акă чӳречи те хупланчĕ. Мĕн тăвăн? Ура шуса сасă кăларни хупларĕ мар-и? Халĕ акă ним курмасăрах хуралласа ларас пулать. Кĕнеке вулама тытăнсан, Мăрзабай урамри сасăсем пирки те, хăй ăçта ларнине те манса кайрĕ. Хăшпĕр паллă тунă вырăнсене вăл темиçе хут та вуласа тухрĕ. «Турă сăмахĕ мар ĕнтĕ ку, авалхи ăслă çынсен сăмахĕ, — йăшаланчĕ шухăш ун пуçĕнче. — . Туррине, чăнах та, шухăшласа кăна кăларнă пулсан, этемрен ăслăрах пулаймастех ĕнтĕ вăл. Ку библие вуласа тухсан, ĕненекен çын та турра ĕненми пулĕ… » Ку тата мĕн? «Юрăсен юрри». Мăрзабай кăшт кăна вуласа пăхрĕ те шалтах тĕлĕнсе кайрĕ. Кам юрри пулчĕ вара ку? Турă юрри-и, этем юрри-и? Патша юрри иккен. Авалхи еврейсен патши Соломон çапла юрланă-мĕн. Ахальтен мар пĕркун тиечук, чиркӳ çынни, тĕн пирки «авалхи еврейсен юмах-халапĕ» тенĕччĕ. Юмахĕ те, юрри-сăвви те пур кунта. Юратнă хĕрне мухтаса юрлать иккен патша. Анчах вăл унăн кăмăлне мар, ӳтне çеç мухтать. Хĕрĕн кăкăрĕ çветтуй çĕршыври сăрт пек, чĕччи иçĕм çырли пек туйăнать уншăн. Тутинчен пыл тумлать, чĕлхи айĕнчен сĕт юхать. Чăн та хитре юрă. Чим-ха, турă çак юрра кăмăлласа йышăнать пулсан, Адампа Евăна çăтмахран мĕншĕн хăваласа кăларнă-ха апла вăл? «Çенĕ завет» тени тата хĕрсене пурне те мăнастире хупса лартасшăн, «Христос сан каччу пултăр», тет. Христосĕ хĕрарăма ача тутарасшăн мар. Ун сăмахне итлес пулсан, этем йăхĕ те пĕтсе лармалла. Турă кĕнекине вулани Мăрзабай пуçне тата хытăрах пăтрата пуçларĕ. Тăтăшах çылăха кĕртекен шухăшсем мăраланаççĕ. Лев Толстой та библи нумай вуласа турра ĕненми пулнă тесе калаçатчĕ Тимуш. Ахальтен мар ăна архиерейсем ылханнă, «анафема» тесе, чиркӳрен уйăрса янă. Çапах ăна халăх хисеплеме пăрахмасть авă. Толстой хăй турă пирки менле каланăччĕ-ха? «Çут тĕнчере пурнăçран урăх ним те çук. Пурнăç тени турă тенипе пĕрех. Тĕичере мĕн пурри тĕк тăмасть, юханшыв пек пăрмаях юхса тăрать. Тĕнче юхăмĕ, пурнăç юхăмĕ — турă пулать те ĕнтĕ. Пурнăçа юратни турра юратнине пĕлтерет», — тенĕччĕ. Çак сăмахсене ун чух Павăл ăнланса илеймерĕ, çапах Тимуш пĕрмай асăннипе вăл та астуса юлчĕ. Халь вĕсен пĕлтерĕшĕ Мăрзабайшăн тин уçăлнă пек туйăна пуçларĕ. «Тĕлĕнмелле! — шухăшларĕ Мăрзабай. — Толстой сăмахĕсене ăнланма Соломонăн çылăхлă юрри пулăшрĕ вĕт. Çылăхлă тени те тĕрĕсех мар пуль. Арçын хĕрарăма, унăн чунне те, ӳтне те юратса мухтани çылăхлă ĕç мар вăл. Асма çеç кирле мар. Хура халăх асмасть. Еçсĕр иртĕхсе пурнакан харам пырсем çеç асса каяççĕ. Соломон патша пулнă, вăл асма та пултарнă. Çавах юрри унăн таса юрă, ирсĕр туйăм вăратмасть». Чăвашсен йăли аса килчĕ тата Мăрзабая. Хитре йăла, таса йăла. Хĕрпе каччă улахра пĕр вырăн çине çывăрма выртаççĕ. Ирхи автан авăтсан, каччи хĕр çумĕнчен çылăха кĕмесĕр тăрса каять. Çав каччă юратмасть-и вара хăй çумĕнчи хăре? Соломон пекех юратать пуль, ун пекех юрату юрри юрлать пуль ăшĕнче, тульккĕш юрă сăмахĕсене хĕрне калама вăтанать вăл, ыталанă чух та унăн кăкăрне сĕртĕнме хăрать. Этем ăшĕнчи турра шыратчĕ Мăрзабай. Акă вăл. Этем кăмăлне, унăн йăлине пурнăç хăех йĕркелет… Нумай вуларĕ, нумай шухăшларĕ кĕçĕр Мăрзабай. Юлашкинчен шухăшсем пăтрашса кайрĕç. Темшĕн тĕттĕмлене пуçланă пӳлĕмре Назар сасси илтĕнчĕ пек: «Эс, Павел Алексеевич, ман атте мар! Сутрăн эс тăван ывăлна. Хăвăн тивĕçне тумарăн, вăрмантисен ячĕсене çырса памарăн. Вĕлересшĕн вĕсем мана». Сасă илтĕннĕ хыççăн алăк шăппăн уçăлчĕ те, пӳлĕме Назар хăй кĕрсе тăчĕ. Суранланнă мăйĕнчен хура юн юхăть. «Иуда Христоса сутнăшăн хăть укçа илнĕ, вăтăр кĕмĕл тенкĕ. Эсĕ пĕр ывăç хура хăмла çырлишĕн сутрăн мана, — терĕ Назар, куçне уçма тăрăшса. — Çавăнпа ман суранран хура юн тумлать… » Çук, тĕлĕкре мар ку. Мăрзабай çывăрмасть. Хрулкка патĕнче сĕтел хушшинче ларать. Çӳле, турăш кĕтессине, Хрулкка хăй улăхса ларнă, турă пек пуласшăн. Акă вăл, мăшăлтата-мăшăлтата, унтан ана пуçларĕ, хăй аннăçемĕн пысăкланса пырать… … Хуçа хăрăмланса сӳнсе ларнă лампăна краççын ярса хăй çутнă çĕре хăна библи кĕнеки çинче выртакан пуçне çĕклерĕ, Хрулккана курсан, куçне сăтăркаласа илчĕ. «Те ку та тĕлĕкре кăна, те эп çывăрса кайсан таврăннă». Çамрăк чух тĕлĕкрипе пурнăçрине нихçан та арпаштармастчĕ Мăрзабай. Халь тĕлĕкре пулни чăн пулнă пек, чăн пулни — тĕлĕкри пек. Хăй Весуккана мĕн çăмăлпа килнине аса илсен тин Мăрзабай ыйхи уçăла пуçларĕ. Вăл хуллен пукан çинчен çĕкленчĕ те тусне алă памасăр-саламламасăрах сăмах пуçларĕ: — Ман умра тек пытарса ан тăр, Хрулкка. Эп сире йĕрлеме килмен. Назар шăпине пĕлме килтĕм. Кас ĕнтĕ пуçа, пĕр сăмах çеç кала. Вĕлертĕр-и?.. Ан хăра. Хĕрарăм пек çухăрса ямăп, арçын пек пулса, сана пыртан та ярса тытмăп. Хрулкка тăруках чĕнмерĕ. Павăл умĕнче тунса тăраймăн. — «Эп ним те пĕлместĕп, курман-илтмен», — тесе калаймăн. Ассăн сывларĕ те тӳррĕнех калас терĕ: — Турра ĕненетĕн пулсан, пуççап, кĕлту, Павăл! Назар хăй мĕн шыранине тупрĕ. Эс ăна пĕлтĕрех шухăшра пытарнăччĕ. Вăл, тата кăшт пурăнса, халăха нумай усал турĕ. Халь лăпланчĕ ĕнтĕ. Санăн та ывăлу яла карательсем ертсе пынăшăн шыва сикмелле пулмĕ… — Мăрзабай пукан çине тĕренчĕ, çурăмпа сĕтел çумне сĕвенсе, аллине çĕре усса ларчĕ. — Турă çук, Хрулкка! — тарăхнă сасăпа каларĕ Мăрзабай ларсан-ларсан. — Назаршăн пупсем кĕлтуччăр. Выртса çывăр, Хрулкка. Кайса сутмăп сана. Кайран, тен, сирĕншĕн хаяр тăшман пулăп. Халь тăшман та мар, тус та мар. Путсĕр мĕскĕн ывăлĕн хуйхăпа касăлнă ашшĕ çеç эпĕ халь. — Манăн çывăрма вăхăт çитмен-ха, Павăл, — терĕ Хрулкка та, ывăннипе, Мăрзабай пекех, чĕлхине аран çавăркаласа. — Мана суранланнă çынсем, хамăр ял çыннисем кĕтеççĕ. Хăвах пĕлен, эпĕ тухтăр вĕт. Унтан, тусне халĕ çаксем кирлĕ маррине туйса, çапла ыйтрĕ: — Эс Весуккана çуранах килнĕ-и? Лаша кирлĕ пулсан, тупса парăп. Хăвалать тесе ан шухăшла… Кан, вырăн çинех выртса çывăр. — Ĕç пĕтрĕ ĕнтĕ. Сана кĕтсе, чей ĕçрĕм. Санăн хура хăмла çырлине тутантăм: хĕрлинчен те тутлăрах пек туйăнчĕ…  — Мăрзабай сасартăк сиксе тăчĕ те сассине улăштарса кăшкăрса пăрахрĕ: — Турă мар эс, Хрулкка, шуйттан, сатанаил! Турăран ăслă пуласшăн. Çырлу тутлă пулин те — хура. Шуйттан çырли! Тутлă çини килĕшмест мана хальхи саманара, паян вара пушшех те. Йӳççине тупса пар эс мана, ху кăмăшка вĕретмесен те, кӳршĕрен тупса пар. Чĕре çунать, чун тарăхать, Хрулкка. Сан сăмахна итлесе, ĕçме пăрахнăччĕ, халь ак хăвах ĕçтер ĕнтĕ. Сирĕн сăмахăрсем тутлă, ĕçĕрсем усал. Мĕн тесен те, эсир те халăх юнне тăкатăр… Лаша пирки ан кансĕрлен. Кунтан Хурăнвара çуранах каятăп. Çакна та ан ман, Хрулкка: сана упраса, Мирски Тимука Весуккана кĕртмерĕм. Ырă кăмăллă çын мар вăл. Яла халлĕхе таврăнмастăп. Тен, таврăнмăп та, — юлашкинчен каллех йăваш сасăпа калаçа пуçларĕ Мăрзабай. — Тархасшăн, кăмăшка тупса пар, Хрулкка! Хуçа, шкапне уçса, унта тем мĕшĕлтеткелерĕ те хăна умне пысăках мар кĕленче савăт пырса лартрĕ. — Кăмăшка çук ман, Павăл. Ак, таса спирт пур. Эмел вырăнне усраттăм… Шывпа хутăштарса ĕç. Хуçа хыççăн алăк хупăнсанах, хăна кĕленче савăта ярса тытрĕ, унти çăл шывĕнчен те тасарах шĕвеке стакан çине пăнкăлтаттарчĕ те шывпа хутăштармасăрах ĕçсе ячĕ. Çăвар ăшчиккипе пырĕ çуннипе сывлăшне аран-аран çавăрчĕ. Мулла Хрулкка, пӳртрен тухсан, Яхруша хăнана сăнама хушрĕ. — Асту, хăйне хăй тем туса ан хутăр тата, — терĕ вăл. Халăх суранĕ Хветюк хăй те тупăнчĕ, Тапăра ревком кĕтекен хула çыннине те ертсе килчĕ. Хула çыннине Мишша-салтак тăруках паллаймарĕ те: Кăяш Тимккин яланах çунса, ялтăраса тăракан куçĕ халь сӳнсе ларнă тейĕн. Хĕрлĕ уес пуçĕ хăй Тапăра килнĕшĕн Мишша-салтакăн савăнмалла кăна ĕнтĕ, анчах Авандеевăн çилленчĕккĕн курăнакан салхуллă сăнĕ ăна пăшăрхантарчĕ кăна. «Мана шанманнипе килнĕ-ши е отрядшăн пысăк хăрушлăх сиксе тухнă-ши?» — шухăшларĕ вăл. Хула çынни ревком членĕсене, командирсене тата ытти паллăрах юлташсене халех пĕр çĕре пухма хушрĕ. Çĕрпӳртре халăх пухăнасса хăй çутипе кĕтсе ларнă вăхăтра Осокин, Авандеев хушасса кĕтмесĕрех, Тапăрти ĕçсем çинчен каласа пачĕ, заложниксем пирки хăй аптрани çинчен те асăнчĕ. Лешĕн сăнĕ вăл пĕлтерниие итлесе ларнă чух та уçăлмарĕ. Халăх пухăна пуçларĕ. — Кунта шăнăçаймастпăр, алăк уçмалла пулать-и е пурне те тăрук кĕртмелле мар-и? — иккĕленчĕ Осокин. — Алăкне те уçăпăр, хамăр та кунтан тухăпăр, — терĕ Кăяш Тимкки. — Çынсене пурне те пухса митинг тумаллаччĕ — вăхăт çук. Çывăрччăр. Çутăличченех тапранатпăр. Çĕрпӳрте Шатра Микка кĕрсе тăчĕ. — Аван-и, Тимкка пичче! — савăнăçлă кĕрлесе кайрĕ ун уçă сасси. — Сана курманни çичĕ çул пулать! Пире манман иккен. Кăяш пултăн-тăк, хĕвел пек çутат апла пирĕн çула. Шатра Микка — пĕчĕк те кĕрнексĕр чăваш. Сасси вара ун хулăн та хитре. Юмахçă сасси. «Хĕвелĕн» салхуллă сăнĕ Шатра Микка килсен кăшт уçăлчĕ. Миккан паттăрлăхĕ пирки илтнĕ вăл, ăна ура çине тăрсах саламларĕ, хăйпе юнашар лартрĕ. Мишша салтак сăнать. Авандеев темле хурлăхлă хыпар илсе килнине сисе пуçларе вăл; ревкомпа кăна мар, халăхпа калаçасшăн. Килессе те ахальтен килмен ĕнтĕ хула çынни, чĕнтерессе те ахальтен мар çĕрле, килнĕ майăнах, чĕнтерчĕ çынсене. Мулла Хрулкка яла кайма хатĕрленнĕччĕ — Мăрзабай Весуккана килнине пĕлсен, комиссар ăна хăех кайса килме хушнăччĕ, — халь ăна та кунта чĕнтерчĕç. Çынсем çĕрпӳрте шăнăçайми пулсан, пурте, Авандеев хыççăн тула тухса, ун тавра кĕпĕрленчĕç. Лăпкă, тӳлек каç. Çулçăсем сарăха пуçланă, çапах сивĕтсе пăрахман-ха. Çанталăк уяр. Тулли уйăх çӳлтен кăмăллăн пăхса ачашлать вăрманти канăçсăр çынсене. Калаçма пуçласан, Авандеев хĕрлĕ партнзансене уес ревкомĕпе хулари рабочисен ячĕпе саламларĕ. Отряд йĕркелесе çитернĕшĕн, икĕ операци ăнăçлă туса ирттернĕшĕн, Малинин юлташа вилĕмрен çăлнăшăн тата ытти паттăрла ĕçсемшĕн те тав турĕ. Малалла оратор хальхи лару-тăру çинчен каласа пачĕ. Хĕрлĕ Çар шуррисене хĕсмеллипех хĕсет иккен. Шуррисен çарĕ йăша пуçланă. Учредиловка çарне мобилизаци йĕркипе илнĕ хресченсем вăрмана тарса саланаççĕ, нумайăшĕ пирĕн енне куçаççĕ-мĕн. Хĕрлĕ Çар вара кунран-кун çирĕпленсе, вăй илсе пырать. Пĕтĕм фронт тăршшĕпе наступлени пуçланнă. — Эрне каярах, — терĕ малалла Авандеев. — Хĕрлĕ Çар тăшмана Хусантан кăларса сирпĕтнĕ. Виçĕмкун Гай юлташ ертсе пыракан дивизи Чĕмпĕр хулине илнĕ. Тăшмана Самартан сирпĕтме вăхăт çитрĕ. Çав ĕçе кайса хутшăнмаллаччĕ пирĕн, анчах Дутов çарĕ, пире кăнтăр енчен çавăрса илсе, Атăл леш енне каçасшăн. Урал казакĕсене иртĕхме памăпăр. Чапаев ертсе пыракан полксем çĕнĕрен Дутова хирĕç Пăслăкпа Уральск еннелле тапăнчĕç ĕнтĕ. Чапаевпа пĕрлешме пирĕн халь хĕвеланăçнелле мар, кăнтăралла каяс пулать. Кĕçĕрех тапранатпăр. Ыран каçчен Тупшанккăна çнтмелле. Турĕ çулпа кайсан, вăл инçех мар, анчах пирĕн халлсхе тавра çулпа çӳреме тивет. Тупшанккăра пĕр-ик сехет канăпăр та çĕрле, вутлă унка татса, фронт чикки урлă каçма тăрăшăпăр. Хĕвеланăç енче те пирĕн сирĕн пекех паттăр партизансем пур. Çывăхраххисем Тупшанккăра сирĕн çума хутшăнĕç… Авамдеев пăртак чарăнса тăчĕ, унтан кăшт улшăннă сасăпа малалла сăмахларĕ: — Юлташсем! Фронт хыпарĕсем савăнтараççĕ. Анчах пĕр читĕ хурлăхлă хыпар пур («Акă вăл!» — хыпарне илтичченех çӳçенсе илчĕ Осокин)… Эпĕ хам çав аван мар хыпара паян ирхине тин пĕлтĕм. Мускавра революци тăшманĕсем Ленин юлташа вĕлерме тапăннă. Ылханлă эсерсем хушнипе, çав тăшмансенчен пĕри Ленин чĕрине, революци чĕрине, тĕллесе пенĕ. Икĕ суран тунă… Пĕтĕм ĕçхалăхĕн суранĕсем вĕсем… Пирĕн телее, тăшман пулисем çулпуç чĕрине лекмен. Пери сулахай аллине, хул тĕлнерех тивнĕ, тепри, мăйне шăтарса, янах айне кĕрсе ларнă. Хăрушă сурансем. Çапах ытлашши ан пăлханăр, тăвансем, халь лăплантаракан хыпарсем килчеç ĕнтĕ. Чи пысăк хăрушлăх иртсе кайнă, Ленин юлташ сывала пуçланă… Йывăр хуйхăпа тăвăннă çынсем тинех сывлăш çавăрса ячĕç. Хăшĕ-пĕрисем ĕсĕклесе те илчĕç. Ку ĕнтĕ халĕ хурлăхлă куççуль мар, савăнăç куççулĕ пулчĕ. «Вилмен, сывалать!» Шатра Микка Ленин ятне кăçал пуçласа илтнĕччĕ. Сурхури каç Мишша-салтак ярса панă юмаха лайăх ăнланчĕ вăл: хура халăха ĕмĕрхи пусмăрлăхран хăтарма тăрăшакан парти пур иккен. Çав парти тахçантанпах халăх телейĕшĕн кĕрешет. Партие ертсе пыракан çын пур, ăна çулпуç теççĕ, Ленин. Пĕтĕм халăх ашшĕ. Елĕк пулсан, пуянсем çеç çын шутне кĕретчĕç. Халь этеме пуянлăхне кура мар, унăн чăн-чăн тивĕçне кура хаклаççĕ, хисеплеççĕ. Шатра Миккана та халăх, хисеп туса, Совета суйларĕ, çавăншăн вăл никамран хăрами пулчĕ, нухайккапа хĕненине те шăл çыртса тӳсрĕ. Кашни пуян — ĕççыннин тăшманĕ, мĕншĕн тесен вăл ун вăйне ĕмсе пурăнать. Буржуй, улпут, кулак теççĕ çав харам пырсене. Халь тата паразит, контра теççĕ. Ленина çав контрăсем вĕлерес тенĕ ĕнтĕ… Çакăн пек шухăшсем çаврăнчĕç Шатра Микка пуçĕнче. — Революци тăшманĕçен усал ĕçĕ пĕтĕм ĕçхалăхне пăлхатрĕ, — çаплах янăрать Кăяш Тимккин сасси, — революцин татăклă çĕнтерĕвĕшĕн тата вăйлăрах, çине тăрса кĕрешме, çапăçма çĕклерĕ. «Санăн пĕр суранушăн Чĕмпĕре илтĕмĕр, теприншĕн Самара илетпĕр», — тесе, Ленин патне телеграмма çаптарнă Гай юлташ. Чăн та çап-ла пулĕ. Капиталистсемпе улпутсен лакейĕсем — эсерсемпе меньшевиксем — халăх хушшинче пирĕн çинчен суя хыпар сарса, пирĕн ĕçе усал туса хума тăрăшатчĕç. Халь хăйсен усал ăшчнкĕ лайăх палăрчĕ ĕнтĕ. Большевиксем нихçан та тăшмана вăрттăн вĕлерсе ĕçлемен, террор тени пирĕн меслет мар вăл. Буржуйсенчен халăх пурлăхне туртса нлсе, хăйсене тĕкĕнменччĕ эпир. Эксплуататорсене, вĕлерме мар, кăлăхах тĕрмене лартманччĕ. Еçхалăхĕн тăшманĕсем хăйсем пуçласа террор çулĕ çине тăчĕç. Ытлашши çемçе кăмăллă пулса, хальччен эпир нумай йăнăш турăмăр. Çавна пула революци паттăрĕсем пиншерĕн пĕтрĕç. Çитет! Тăшмана шеллес кăмăла пусарас пулать. Этем эренкине çухатнă тăшмансемшĕн каçару ан пултăр текех! Шурă террора хирĕç хĕрлĕ террор пултăр!.. Сирĕн ревком лайăх ĕçлерĕ. Анчах вăл халь, похода тухас умĕн, тыткăна илнĕ усал карательсем пирки ним тума аптранă. Ман шутпа, вĕсене пурне те персе вĕлермелле. — Тĕрĕс! — кăшкăрчĕ Шатра Микка. Пĕччен кашкăрчĕ пек, илтĕнессе — çитмĕл çын кăшкăрнă пек илтĕнчĕ. Миккапа ыттисем те пĕрле кăшкăрнă иккен — малтан пухăннисем кăна мар, кайран чĕнмесĕрех пырса хутшăннисем те. Микка каялла çаврăнса пăхрĕ те кунта вунă-вуникĕ çын мар, çĕр çын тăнине курчĕ. Тата чупса килекенсем те пур. Хурлăхлă хыпар темле майпа çывăракан çынсен хăлхине те пырса кĕнĕ. Пурне те пухас теменччĕ Авандеев, партизансем хăйсемех пухăнчĕç. — Тĕрĕс! — кăшкăрчĕç çĕнĕрен. — Тăшмансене перес! — Çĕленсене — вилĕм! — Совет правительствине, Леиин юлташа хĕрӳллĕ салам! — Яланах сывă пултăр, вăрăм ĕмĕрлĕ пултăр Ленин юлташ! Ревком кĕтмеи çĕртенех Тапăрта хурлăхлă та чаплă, çилĕллĕ те савăнăçлă митинг пулса иртрĕ. Заложниксен шăпи пирки Осокин халăхран ыйтасшăнччĕ, халь Кăяш Тимкки халăхран хăй килсе ыйтнă пек пулчĕ ĕнтĕ. Ленин — Атăл çынни: Чĕмпĕрте çуралнă, Хусанта вĕреннĕ, Самарта-революци ĕçне пуçласа янă. Çакăнтан тӳпене вĕçсе хăпарнă Атăл ăмăрткайăкĕ… Ленин пĕтĕм тĕнчери ĕçченшĕн чи çывăх çын. Пирĕншĕн, Атăл çыннисемшĕн, вăл татах та çывăхрах пек туйăнать. Хисеплĕ вулаканăм! Эсĕ ватă çын пулсан, çав йывăр, хурлăхлă кунсене лайăх астăватăн. Эс çамрăк çын пулсан, ун пирки илтнĕ, вуланă. Нумай шухăшланă та пуль… . Хыпарсăр пурăннă вăрманти çынсемшĕн юна пăлхантарса хуратакан пысăк хăрушлăх пĕр самант сывламасăр тăнă хушăра иртсе кайрĕ. Партишĕн, ĕç халăхĕшĕн вара вăл, çав икĕ эрнене тăсăлнă самант, тӳсме çук вăрăм пулчĕ. Халь, ун çинчен аса илсен те, чун çӳçенет. Асаплă тапхăр. Ленина хăйне те вĕçĕмсĕр йывăр пулнă. — Чĕре ыратать… Питĕ чĕре ыратать, — тенĕ вăл тăна кĕнĕ хушăра. — Ма асаплантараççĕ, ма тӳрех вĕлермеççĕ, иçмаçса? — тенĕ вăл, аран сасă кăларса. Ленин чĕри ыратнă. Парти чĕри ыратнă. Халăх чĕри ыратнă. Этемлĕх хăй телейĕшĕн, ирĕк пурнăçшăн нумай ĕмĕрсем хушши юн тăкса кĕрешнĕ. Халĕ татăклă çĕнтерӳ вăхăчĕ çитрĕ. Юрăра каланă пек, «юлашки татăклă çапăçура» ертсе пыракан çулпуç кирлĕ. Этемлĕхĕн ĕмĕрхи ĕмĕтне пуринчен лайăх ăнланса илме пултаракан, хăйĕн генилле ăстăнĕпе ăна çĕн пурнăç тума çул кăтартса паракан çын кирлĕ. Çавăн пек çын пур. Вăл — Ленин. Анчах вăл пирĕн умра вилĕмпе пурăнăç хушшинче асапланса выртать акă… Ленинăн помощникĕ В. Бонч-Бруевич çапла асăнса çырнă кайран. Ленинăн чăн çывăх юлташĕсен, вутра пиçнĕ революционерсен, кашнин пуçĕнче çакăн пек шухăшсем вĕренĕ. Хурçă чĕреллĕ çынсем те чăтма пултарайман: макăрнă, тарăхнă, пăшăрханнă… Вĕсемпе иĕрле пĕтĕм пролетариат, пĕтĕм ĕçхалăхĕ тарăхса пăшăрханнă. Нумай асапланнă пĕтĕм тĕнчери ĕçхалăхĕн çулпуçĕ, çапах та, пирĕн телее, сывалнă вăл ун чух. Сывалса тата тăват-пилĕк çул халăх телейĕшĕн, пĕтĕм этемлĕх малашлă-хĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ. Сывалнă ун чух Ленин. Анчах — кам пĕлет — тен, çав сурансем васкатрĕç пуль ун тăватă çултан палăрнă хăрушă чирне. Тен, Ленин ӳтне çав наркăмăшлă пульăсем кĕрсе ларман пулсан, тăван çĕршывăн, тăван халăхăн малашлăхĕ тата телейлĕрех пулнă пулĕччĕ, Халĕ, çав 1918 çулхи август-сентябрь кунĕсене аса илсен, çакăн пек шухăшсем пуçра тапранаççĕ, вулаканăм. Кăяш Тимкки Тапăрти халăха хурлăхлă хыпарпа пăлхатса пăрахнă хыççăн вăл ăна çавăнтах, Ленин сывалать тесе, лăплантарма тăрăшрĕ. Осокин сисрĕ ĕнтĕ: Авандеев хăй те шансах çитмест, сехĕрленет, пăшăрханать. Çапах партизансем пăлханса, хумханса, çĕнĕрен халланса ревком тавра пĕтĕçни Кăяш Тимккине хăйне те çĕнĕ вăй кĕртрĕ. Çав каç вăрманти пилĕкçĕр çын чĕри пĕр суранпа сурса, пĕр шанчăкпа ĕмĕтленсе тапрĕ. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăх, пĕр чĕлхелле, пĕр туйăмлă пулса, парти тавра, Ленин тавра нихçанхинчен тачă чăмăртанса çирĕпленчĕ. Ревком вăратмасăрах вăраннă çынсем урăх çывăрма выртмарĕç. Авандеев вара иысăк отряда халех похода хатĕрленме приказ пачĕ. Пурне те шута илме хушрĕ. Тапăр пĕтĕмпех тапранса тухмарĕ. Вăрманта суранланнă çынсем юлчĕç. Вĕсене пăхма, сиплеме Ятрус Хрулккипе Ольăна хăварчĕç, вĕсене сыхлама Рамаш отрячĕ юлчĕ. Командирне çеç улăштарчĕç: Кĕркури пысăк отрядран юлмарĕ. Походра ревком кирлĕ мар. Вăрманта вăл кирлех-ха. Виçĕ çынран çĕнĕ ревком туса хăварчĕ Кăяш Тимкки. Ревкома Çимун, Малинин тата Шатра Микка кĕчĕç: вĕсеи тавралăх шуррисенчен мĕн тасаличченех вăрманта пытанса ĕçлемелле пулать. Оля, отрядпа пĕрле кайса, Рамаша тĕл пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Халлĕхе ĕмĕт татăлчĕ. «Аçтан пĕлен, тен, кунта юлса каччуна маларах курăн», — терĕ ăна Кăяш Тимкки. Çимун та Нюрăпа пĕрле пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Пулмарĕ. Революцишĕн вăл кунта, Нюра — лере кирлĕ иккен. Мулла Анукĕ таçта та кирлĕ. Ăна Мишша-салтак вăрмантах хăварасшăнччĕ. Анчах кунта халĕ унран та пысăкрах комиссар пур… Чее хĕрарăм чи пысăк комиссара пырса йăлăнчĕ, лешĕ вара пĕрре Мншша çине, тепре Анук çине пăхса илчĕ те: «Юрĕ, чăваш хĕрарăмĕсенчен пĕрремĕш хĕрле армеец пулăн, теприсене çул кăтартса парăн», — терĕ. Рамаш заложнике илнĕ Якаль кулакĕсене, ревком хушнипе, Самлей вăрманĕнченех ирĕке кăларса ячĕç. Вĕсен шăпине картнă чух вĕсем хăйсем Совет влаçне хирĕç нимех те туманнине шута илчĕç. Хĕрлĕ террор тивмерĕ вĕсен пуçне — айăпсăр пуçа революци хĕçĕ касмасть. Шатра Микка юмах ярать… Чапаев патне çул тытнă отрядри чăвашсем чаплă командир ятнĕ тĕрĕс çавăрса калаймарĕç: «Чапай патне каятпăр», — теççĕ; отрядри вырăссем те, чăвашсене кура, юратнă ята кĕскетсе каларĕç… Тен, Чапаева халăх хушшинче «Чапай» тесе чĕнни çавăн чух пуçланса кайман-ши? Кам пĕлет. Мĕнле пулсан та, Чулçырма чăвашĕсем никамран илтиччеиех, хăйсемех, чаплă командира çапла чĕне пуçларĕç. Отрядшăн Чапай çулĕ çывăх пулмарĕ — тавра çулсемпе çӳренипе те, вутлă чăрмавсене пула та… Тапăрта юлнисем тӳп-тӳрĕ çулпа Чапай патне хăвăртрах çитрĕç. Шатра Микка юмах çулĕпе ертсе кайрĕ вĕсене. Тĕрĕссипе каласан, «Чапай» сăмах походра мар, партизансем пурте Тапăрта чухнех çуралчĕ. Чулçырма юмахçи Шатра Микка пуринчен малтан асăнакан пулчĕ сан ята. Весукка Тапăрĕ пухăннă çĕре Чапаев ячĕ ялсем тăрăх таçта çитиех сарăлнăччĕ. Юмахçă, нĕрре илтсех, çав ята юмах хутаççине чикрĕ. Микка, тен, тахçанах хăй нихçан курман паттăрăн мухтавлă ĕçĕсем иирки юмахлама тытăннă пулĕччĕ… Анчах пĕлтĕрхи сурхури иртнĕредпе пирĕн юмахçă юмах яма именекен пулчĕ. Мишша-салтак хăйĕн юмахĕпе тĕлĕнтерсе пăрахрĕ ăна. Çавăн пек, пурнăçра чăн пулнă ĕçсем çинчен юмахлама вĕренесчĕ! Чапай-паттăрăн чаплă ĕçĕсем çинчен чăн сăмах илтесчĕ. Юмахри Ырăпа Усал пирки мар, пурнăçри Ырăпа Усал пирки, хура халăхăн вăй-халĕпе кĕрнеклĕхĕ пирки юмах-сăмах сарма вĕренесчĕ! Хăй, Чулçырмаран тухса тĕнче курса çӳременскер, Микка çавăнпа та Мишша-салтака, Çимуна, Леонид Петровича калаçтарма тăрăшатчĕ. Халĕ Кăяш Тимккине те калаçтарчĕ вăл, Чапаев пирки ыйтса тĕпчерĕ. Самлей чăвашĕ Чулçырма юмахçин хитре кăмăлне час туйса илчĕ, унпа калаçма вăхăт тупрĕ. Юмах хутаççине чăн хыпарсемпе тултаркаланă хыççăн Шатра Микка Тапăрта юлнă халăха Чапай-паттăр çинчен юмах ярса пачĕ. Çав юмахăн пуçламăшĕ те, вĕçĕ те çук-ха. Ун пирки Микка иккĕленсе-турткаланса тăмарĕ. «Пуçламăшне кайран тупăпăр, вĕçне пурăна киле куçпа курăпăр», — терĕ те хăйĕн чăн сăмах-юмахне тӳрех çапла пуçларĕ: «… Хасарсен çĕршывĕнче çамрăк чухнех пулса курнă Чапай. Хура халăх ачи, хура ĕç ăсти тарпа ĕçленĕ, ĕçлесе тарланă, ĕçре аталаннă, канмалла юрланă та ташланă. Çамрăк чух хут вĕренеймен Чапай — шкулта пулман, кĕнеке вуламан. Çапах пысăк ăстăнлă пулнипе вăл çут тĕнчен майне-шывне, хура халăх пурнăçне çивĕч куçпа сăнаса тĕпченĕ, арăш-пирĕш ĕçсене пуçра йĕркеленĕ. Хасарсен çĕршывĕнчи ям çулĕсемпе мăн çулсене, çырмасемпе мăн шывсене — веçех астуса юлнă Чапай, хăш çулпа ăçта каймаллине, хăш юханшыва енле каçмаллине пĕлсе çитнĕ. Çавăн чух ясаул-утамансемпе паллашнă. Чапай вĕсен хаярлăхĕпе чеелĕхне курнă, чăн хаяррисене асра паллă тунă. — Кайран Чапай салтакра пулнă, пĕчĕк кĕнеке вуламалăх, пĕчĕк çыру çырмалăх хут вĕреннĕ, хăйĕн паттăрлăхне тата çирĕп ăс-хакăлне кура, патша çарĕнче те чапа тухнă, киле унтер-ахвицер пулса таврăннă. — Ерман вăрçи пуçлансан, Чапай вăрçăра пулнă, тăватă хĕрес те виçĕ суран туяннă. Хура халăх пăлханса çĕкленсе юнлă Микулай патшана сирпĕтнĕ вăхăтра Чапай Сарă Ту хулинче хоспитăльре выртнă. Ирĕклĕх хыпарĕ ун хăлхине те пырса кĕнĕ, Чапая тăван çĕршыв Атăл леш енне чĕннĕ. Сурансем синленсе çитессе кĕтмесĕрех, килйышсем пурăнакан Пăлакав хулине кĕмесĕрех, тӳрех хăйĕн уес хулине Николаевска вĕçтернĕ. Унта вăл малтан большевиксен штабне пырса кĕнĕ те: — Айван салтаксем пек киле каймарăм, ревюлюци ĕçĕнчен пăрăнмарăм, — тенĕ. — Халăх телейĕшĕн çапăçма вăхăт çитрĕ, йышăнăр мана та хăвăр партийĕре, шанăр мана, чăн йывăр ĕç парăр мана. Эп патша çарĕнче нумай юн юхтартăм, юлашки юнăм хура халăхшăн юхтăр. Шаннă Чапая большевиксем, салтаксем хушшинче ĕçлеме, Хĕрлĕ гварди пухма, вăйлă отряд тума, отрядра командир пулма, Совет влаçĕшĕн çапăçма хушнă ăна. Хресчен ачисене, чухăнсемпе батраксене, пин салтак, хăй тав-ра пухса вăйлă отряд тунă Чапай. Николаевск хулинче те Совет влаçĕ çĕнтерсен, большевиксем Чапая уесри çар комиссарĕ туса хунă, революцие сыхлама хушнă. Хĕлĕпе уес тăрăх отрядпа кустарса, кулак пăлхавĕсене пусарса çӳренĕ Чапай, тĕрлĕ контрăсене пĕгернĕ, нумай вĕреннĕ ахвицерсене çĕнтернĕ. Çăва тухнă çĕре тепĕр усал тăшман хĕвелтухăçĕнче çĕкленет, Совет влаçне Атăл хĕррине çити пĕтерсе лартма пикенет. Шурă хасарсем Чапай уесне çитсе кĕреççĕ… — Паçăрах ыйтасшăнччĕ, камсем терĕн-ха? Ун пек тăшман ятне хальччен илтсе курманччĕ, — пӳлчĕ Пали юмахçа. — Илтменнине илтĕпĕр, курманнине курăпăр. Урал казакĕсене Чапай çыннисем, мăшкăлласа «казарсем» тесе чĕнеççĕ, тет. Чăвашла хасар пулать ĕнтĕ вăл — Совет влаçне хăмсаракансем, — çапла ăнлантарса пачĕ те юмахçă, юмах-сăмахне малалла хавхаланса юхтарчĕ. — Кӳршĕри хасарсене Чапай çамрăк чухнех пĕлсе çитнĕ. Вăл пысăк отряд йыхăрса пухать те шурă хасарсен пысăк çарне хирĕç тухать. Ясаул-утамансене, ахвицер-енералсене парăнмасть. Чапай-паттăр тăшмана Урал шывĕн леш енне çити хăваласа ярать. Çавăн хыççăн Чапай-паттарăн чапĕ ялсем-хирсем тăрăх таçта çити кĕрлет, вармансем урлă пирĕн хăлхана та çитсе кĕрет. Анчах та шурă хасарсем, ясаул-утамансем лăпланмаççĕ, чехсем капланса килсен, вĕсем те тепĕр хут хускалаççĕ. Пирĕн Чапай-паттăр та, çăвар карса, пилĕкне йӳле ярса лармасть. Уесри мĕнпур партизансене пĕр çĕре пухать, хĕрӳ сăмах калать. — Хальччен партизан пулса, отрядпа çӳресе çапăçрăмăр эпир, — тет Чапай-паттăр. — Халь тата çирĕпрех пĕтĕçер, Хĕрлĕ Çар пулар, полксем йĕркелер, Хĕрлĕ Çар ячĕпе вăй пухар… Çавăн чух хĕрлĕ паттăрсем темиçе полк туса хураççĕ, çав полксен командирĕ пулма Чапай-паттăра урра! кăшкăрса суйлаççĕ. Шурă хасарсен шутсăр вăйне-çарне хирĕç Совет влаçĕ те пысăк çар, хăйĕн тăваттăмĕш армине, тăратать, Чапай-паттăра çав тăваттăмĕш армипе пĕрле çапăçма армин пуç командирне пăхăнма хушать. Хĕрлĕ Çар штабĕнче ĕнтĕ ĕлĕк ахвицер-енерал пулнă çынсем те пур. Хăшĕ чăнахах пирĕн майлă тăнă вĕсем. Ула-чăла кăмăллисем те пулнах ĕнтĕ вĕсем хушшинче. Тăваттăмĕш армин пуç командирĕ те ĕлĕк енерал пулнă çын. Тумтирĕпе хĕрлĕ курăннă, кăмăлĕпе шурă пулнă. Çав ула-чăла енерала Чапай-паттăр пĕртте кăмăлламан, анчах унпа хирĕçлеме те юратмасть: Совет влаçĕ шанса пуç командир тунă ăна. Вара пирĕн Чапай-паттăр енерала куллен-кун курса кăмăл хуçас мар тенĕ, хăйĕн бригадине мала ертсе кайнă, хасарсене хĕсе-хĕсе пырса, таçта çити хăваласа янă, тăшмана сывлăш çавăрма памасăр лăсканă… Усал ула-чăла енералĕ те Чапай-паттăра юратман. «Кайтăр мала мужиксен енералĕ, пĕттĕр çавăнта, эп ăна çăлассăм çук», — тенĕ вăл. Хăй шăл ыратать тесе, чире персе, еçрен пăрăннă. Унăн штабĕ те, ним тума пĕлмесĕр, пĕр çĕрте тапăртатнă. Çавна пула Чапай бригади кăна мар, пĕтĕм тăваттăмĕш арми, хасарсемпе чехсем хушшинче пулса, вутлă унка лекнĕ. Енералĕ Чапая çăлма мар, хăйне те çăлайман. Чапай-паттăр вара енерал-командира пăхăнма пăрахать те хăй, тăваттăмĕш армин пуç командирĕ вырăнне пулса, пĕтĕм армине вилĕмрен çăлать, Хĕрлĕ Çар полкĕсене вутлă ункăран кăларать. Хайхи ула-чăла енералĕ кайраН Чапая айăплама пăхнă, анчах пĕтĕм çар, Чапай майлă пулса, юратнă командира элек хурри пулма паман. Çавăнтанпа Чапай-паттăр шурă çартисене кăна мар, Хĕрлĕ Çар штабĕсенче ĕçлекен ахвицер-енералсене те тата хытăрах курайми пулнă. Вĕсем хăйсем те, Чапай ятне илтсенех, чыхăнакан пулаççĕ… » Паян Шатра Миккан юмахĕ юмах пекех пулаймарĕ, юмахăн ячĕ кăна тупăнчĕ-ха: «Чапай-паттăр». Çав Чапай-паттăрăн чаплă ĕçĕсем пирки Микка паян пĕли-пĕлмирех юмахларĕ, юлашкинчен юмах йĕрĕнчен те тухса ӳкрĕ, Кăяш Тимккин сăмахĕсене пĕр улăштармасăрах каласа пачĕ. Халăх паттăрĕн ячĕ юмах хутаççинче тата кăшт выртсан, унăн сăнарĕ юмахçă кăмăлне тата хытăрах хумхатсан юмахĕ те ăнса çитĕ-ха. Çапах паян та Микка сăмахне вăрманти халăх юратса тăнларĕ. Шатра Миккан пурнăçран илнĕ юмах геройĕ Василий Иванович Чапаев çав вăхăтра, Урал казакĕсене хирĕç виççĕмĕш похода тухса, «хасарсене» сехĕрлентерме пуçланă. Тепĕр чух вăл хăй те хăрушлăха лексе аптрать, çавах хăйĕнчен вунă хут вăйлă тăшмана парăнмасть. Ана чарса тăнипе çырлахмасть вăл, хĕсет, лăскать, хăвалать те… Унтан каллех хăй хăрушлăх умне пырса тухать. Халĕ вăл — дивизи командирĕ, начдив. Пысăк ĕç, йывăр ĕç, питĕ ответлă ĕç хушнă ăна революци… Фронтри ĕçсем пур çĕрте те лайăхланса пыраççĕ ĕнтĕ. Атăл тăрăхĕ шуррисенчен кĕçех тасалса пĕтет. Вĕсем Ставропольпе Сызрань хушшинче — Самар кукринче çеç юлнă. Кунтан тăшмана кăларма тата хĕнтерех пулса тăчĕ-ха. Дутов çарĕсемпе Урал казакĕсем, хĕвелтухăç енчен тапăнса, Хĕрлĕ Çарăн Тăваттăмĕш армине малалла кайма чарса тăраççĕ. Вĕсене тĕнчери пуян хуçасем хавхалантараççĕ, тӳррĕн те хĕтĕртеççĕ. «Чехсене питĕ хăвăрт пулăшмалла. Пулăшни кăна мар, вĕсемпе халех, васкаса, çурçĕр енче пĕрлешмелле. Çав вăхăтра Самар таврашĕнчи фланга, Дутовпа Алексеева, ĕçе кĕртмелле. Çапла туса, Бакуран килекен акăлчансемпе пĕрлешме çул тасатса хатĕрлемелле», — тесе çырнă Америка посолĕ хăйĕн правительствине янă вăрттăн депешăра. Анчах Хĕрлĕ Çар тăшмана Хусанпа Чĕмпĕртен хĕссе кăларни интервентсен планĕсене пачах пăсса хучĕ. Хĕрлĕ Çар командованийĕ Тăваттăмĕш армие Самар хулине илме приказ пачĕ. Çав вăхăтрах Пĕрремĕш арми Атăлăн сылтăм енĕпе Сызрань хулине тапăнмалла. Сызрань плацдармне çĕмĕрсе Атăл урлă каçсан, Хĕрлĕ Çарăн Хĕвелтухăç фронтĕнчи армийĕсем пурте пĕрлешме пултараççĕ. Çак пысăк та ответлă операцие Тăваттăмĕш армин авангарчĕ — Чапаев бригади пуçларĕ. Вăл чи малтанах тăшмана Николаевск хулинчен кăларса сирпĕтрĕ. Унтан Чапаев, вăхăтлăха Пĕрремĕш дивизин командирĕ пулнăскер, Самар енчен Балаково хулине тапăннă тăшмана аркатса тăкрĕ. Çакăн хыççăн Тăваттăмĕш арми, Самарпа Сызрань хушшинчи фронта татса, чугун çул çине тухса, Самара кăнтăр енчен те, хĕвеланăç енчен те хупăрлама пикенчĕ. Анчах çак вăхăтрах Урал фронтне те манма юрамасть, çакă та Тăваттăмĕш армин ĕçĕ шутланать. Урал казакĕсене хиреç çĕне дивизи — Николаевск дивизине тăратас терĕç. Вăл чăн та çĕнĕ дивизи, ăна халь кăна пухса çитернĕ-ха. Кĕрешӳре пĕрре те пулса курман вăл. Питĕ чее те опытлă, йышлă тăшмана чарайĕ-ши пĕр дивизи? Командовани ун вăйне халлĕхе шансах каймасть, Çавăнпа Чапаева çĕнĕ дивизи командирĕ туса хучĕç. Чапаев вара ирĕксĕрех, хăйĕн паттăр полкăсене хăварса, вутра пулман çĕнĕ дивизи йышăнчĕ, ăна чее те вăйлă тăшмана хирĕç ертсе кайрĕ. Çавăнтанпа пĕр канмасăр кунĕн-çĕрĕн çапăçать Чапаевăн унччен ĕçре пиçмен дивизийĕ. Епле йывăр килсен те, темиçе хут тăшман ункине лексе, çав ункăран нумай юн тăкса, аран хăтăлсан та — каялла чакма юрамасть. Вăхăтлăха çапăçуран тухса, дивизие. кантарма та май çук. Паян тинех пĕр пысăк ялта кăшт. канса сывлăш çавăрма май килчĕ пек. Çĕрле Чапаев, шуррисен ункине татса, пысăк хăрушлăхран тухрĕ, тăшманăн тĕп вăйĕсенчен татăлчĕ. Анчах тăшмансем пĕр-пĕрне куçран çухатмаççĕ. Шуррисем юнашарах. Чилижнăй хуторта. Перкелешет тăшман, чапаевецсене кантарасшăн мар, хăй тӳррĕнех атакăлама хăрать. Чапаевăн та тăшмана хăваласа яма вăй çитмест. Чапаев хăй пĕр-ик сехет штабра тĕлĕрсе илчĕ. Тул çутăлнă çĕре вăранчĕ, юнашар пӳлĕме тухса кĕчĕ. Юлташсем çывăраççĕ. Штаб начальникĕ çеç çук, патрульсене тĕрĕслеме кайнă пулмалла. Таçта сасăсем илтĕнеççĕ пек. Начдив кăшт тăнласа ларчĕ. Хăрамалли çук пулас, кая юлнисем çитрĕç-тĕр. Штаб начальникне кĕтсе, шухăша кайрĕ Чапай: «… Ялсем, станицăсем, юханшывсем — вĕçĕмсĕр. Нумай вĕсем, астуса çитереймĕн. Çапах пурте асра юлаççĕ. Ялне çавăрса илетĕн, тăшмана унтан çапса кăларатăн, юханшыв урлă е кĕперпе, е тӳрех ишсе каçатăн, тăшмана хăвалатăн. Хăшпĕр ялта темиçе хут та пулатăн, юханшывсем урлă темиçе хут та каллĕ-маллĕ каçатăн, тытăçусен вĕçĕ-хĕрри вара çаплах курăнмасть. Кунта тăшман час-часах пиртен вăйлăрах пулса тăрать. Пирĕн пек походра мар вăл, килте çапăçать, çапăçăва çĕнĕрен çĕнĕ чаçсем кĕртет. Маневр тума вăй ытларах ун. Самар таврашĕнчен пулăшу кĕтсе илеймĕн çав. Чи шанчăклă полксене, Урал таврашĕнче пĕрре мар вутра пулнă командирсене, çавăнта хăвармалла пулчĕ. Хама çĕнĕ дивизи пачĕç. Пĕр дивизи — арми мар çав. Çак пĕчĕк вăйпах Урал фронтне тытса тăрас пулать. Каялла чакма юрамасть. Чаксан, пĕтĕм Хĕвелтухăç фрончĕ пăсăлма пултарать. Ленин шанать пире. Çук! Чапаев каялла чакмасть! Эх, паттăр командирсем сахалтарах. Çапаçура та ытларах пĕтеççĕ çав паттăрсем, тепĕр çĕрте те кирлĕ пулаççĕ вĕсем. Çулталăка яхăн юнашар çапăçнă юлташсем, маттур та сатур командирсем, хăшĕ вăрçăра пĕтрĕç, хăшĕ халĕ Самар таврашĕнче çапăçаççĕ… Юрĕ. Çĕнĕ батальонсем, полксем пулччăр, командирсем тупăнĕç. Эп хам полксем ертсе çӳреме вĕреннĕ-и? Вĕренмен. Кутяков вĕренме мар, унччен вăрçăра та путлĕ пулса курманччĕ. Батрак шкулĕнче вĕреннĕ вăл. Пурнăç вĕрентрĕ пире. Тупăнĕç командирсем, Чапаев çапăçма вĕрентнĕ вĕсене… » Начдив шухăшне сасартăк татса, пӳлĕме штаб начальникĕ килсе кĕчĕ: — Василий Иванович, лайăх хыпар! Çĕнĕ пополнени килсе çитрĕ. Партизан отрячĕ. Пин çынна яхăн. Пурте хĕçпăшаллă. Вăйлă отряд. Командирĕ те, комиссарĕ те пур. — Камсем, ăçтан килнĕ, — хавассăн сиксе тăчĕ Чапаев. — Мĕнле калас? Хресчен ывăлĕсем. Хăйсенĕ партизан теççĕ. Вырăс, чăваш, мăкшă, тутар. Пăслăк уесĕнчен тухса, сана шыраса килнĕ. Пăслăк ревкомĕ Куйбышев юлташ хушнипе ăсатнă вĕсене кунта. Малтанах отрядра пĕр пилĕкçĕр çын пулнă, ыттисем çул çинче хутшăннă. Утлисем темиçе çĕр те пулĕ. — Çĕнĕ батальонпа çĕнĕ эскадрон тăвас. Каярах уйрăм полк тăвăпăр. Командирĕ пур тетĕн-и? Офицер мар-и? — ыйтрĕ Чапаев, кăшт пăшăрханса. — Прапорщик. Дутова аркатакан Павлов мичманпа пĕрле вĕреннĕскер. Прапорщик тенине илтсен, Чапаев лăпланчĕ. Прапорщиксене шанать вăл, офицерсене, поручикрен пуçласа, шанмасть вара, юратмасть. — Командирпа, хĕçпăшалпа килнĕ пулсан, мана стройпа кĕтсе илччĕр. Вĕсемпе хам калаçăп, — терĕ Чапаев. Хăй, штаб начальникĕ тухса кайсан, хĕçне майлаштарчĕ, унтан хура çăмламас буркине хул çине уртрĕ те чӳречерен пырса пăхрĕ. Вара хĕрлĕ тăрăллă çĕлĕкне тăхăнчĕ, уссине пĕтĕркелесе илчĕ… Штаб начальникĕ командир йăлине пĕлет. Чиркӳ çывахĕнче строй тăратма хушрĕ вăл отряд командирне. «Утлисем — юланутпа, çураннисем çуран тăччăр», — терĕ. Хăйĕн помощникне строй умне пушă пулемет тачанки пырса лартма хушрĕ. Осокин стройрах тăрать ĕнтĕ. Вăл Федотова мала пĕчченех тухма хушрĕ. «Чапая куратпăр! Чапай килет!» — шавлакалаççĕ чăвашсем. Унтан шăпланчĕç, пурте штаб пӳрчĕ еннелле пăхма пуçларĕç. Акă крыльца çине виç-тăватă çын килсе тухрĕ, строй еннелле çул тытрĕ. Хăшĕ Чапай-ши тесе шутламалла пулмарĕ: малти, çунатлă кайăк пек вĕçсе çывхараканни, паллах, Чапай ĕнтĕ! Кĕмĕл хĕçĕ çинче ирхи хĕвел шевли вылять, çĕлĕк тăрри вут пек хĕрелсе ялкăшать. Федотов савăнăçлă уçă сасăпа: — Смирно-о! Равнение на середину! — тесе кăшкăрса ячĕ. Чапаев çав вăхăтра, ярăнса утса килнĕ май, пĕр чарăнса тăмасăрах, тачанка çине сиксе хăпарчĕ. Çĕнĕ пополнени стройпа питĕ хитре тăнине курсан, Чапаев та савăнса кайрĕ пулас. Федотов пекех хастарлăн: — Здорово, молодцы! — тесе кăшкăрчĕ. Партизансем кирлĕ пек харăс хуравлаймарĕç. Анчах Осокин отряда намăсран хăтарма пĕлчĕ-пĕлчех. Вăл строй умне тухрĕ те сасартăк хыттăн: — Славному героическому начдиву Чапаеву — урра! — тесе кăшкăрса ячĕ. Вăрçа хатĕрленнĕ çынсем «урра» кăшкăрма яланах хатĕр иккен. Вĕсен хăватлă сасси таврана хумлăн-хумлăн янраса саланчĕ. — Çитĕ, çитĕ. Капла хытă кăшкăрса, тăшмана хăратса пăрахăр. Тавтапуç, хаклă юлташсем! — терĕ Чапаев, сасартăк кăмăллăн йăл кулса. Унтан вăл строй çине тинкерсе пăхса илчĕ те сăмах пуçларĕ. Малтан вăл йывăр çапăçусем çинчен асăнчĕ. Пысăк йывăрлăхсем тӳсме лекет кунта, çавăнпа хăравçăсем, çăмăлттайсем кирлĕ мар. пире, терĕ. — Аçта эсир халĕ, пĕлетĕр вĕт? Паттăрла çапăçакан Николаевск дивизийĕнче. Пирĕн кунта пурте геройсем. Хăравçăсемпе сутăнчăксем çук кунта. Пулас та çук!.. Тăшмана хăвăртрах çапса салататпăр та киле таврăнатпăр, вара тивĕçлĕ канма пултаратпăр. Пурте!.. Мĕнле, хăрамастпăр-и? Юрĕ. Хам тĕрĕслĕп сире. Халех пирвайхи урок туса ирттерĕпĕр. Кунтан инçех те мар, Чилижнăй хуторта тăшман пире вăрçтарса перкелешет. Çавна хутортан çапса кăларăр! Сире атакăна хам ертсе кайăп… Юлашкинчен Чапаев урăххи çине куçрĕ. — Сирĕн хушăра тĕрлĕ халăх çыннисем пур терĕç мана: вырăс, чăваш, мордва, тутар. Пирĕн дивизире чăваш çукрахчĕ-ха, ытти халăх пурте пур. Интернационал! Эпир кунта Совет влаçĕшен кăна мар, пĕтĕм тĕнчери революцишĕн çапăçатпăр… Тепĕр икĕ сехетрен çĕнĕ батальонна эскадрона Чапаев, чăнах та, хăй ертсе кайрĕ. Хуторăн ячĕ мыскараллă пек туйăнчĕ чăвашсемшĕн. «Челник касма каятпăр», — терĕç вĕсем, шӳтлесе. Малтанхи урок çĕнĕ чапаевецсемшĕн ăнăçлă иртрĕ. Паттăрлăх енчен кусем «кивĕ» чапаевецсенчен кая юлмарĕç, тăшмана хутортан час çапса кăларчĕç. Виçĕ Якур пеккисем хĕрӳлĕх енчен уйрăмах килĕшрĕç хĕрӳ начдива. Ĕç хăвăрт пулса иртрĕ пулин те, вăрçă вăрçах пулчĕ ĕнтĕ. Батальон йышĕ кăшт чакрĕ: вилнисем те, суранланнисем те пулчĕç. Филькăпа Спирка та пулнăччĕ çак çапăçура. Анчах ăраскалĕсем вĕсен пĕр пек пулмарĕç. Тăшман пули Филькăн тусне шыраса туннă. Суранланнă çынсем хушшинче курах кайрĕ ăна Филька. Спирка тăнне çухатманччĕ, Филькăна курсан, тутине кулнă чухнехи пек тытма тăрăшрĕ. — Вот… Чапая та куртăмăр ĕнтĕ. Пĕрле çапăçрăмăр. Эх, Илюшăпа Рамаш çук. Рамаша питĕ курас килет… Урăх сăмах калаймарĕ çамрăк йĕкĕт, ĕмĕрлĕхе шăпланчĕ. Филька ун çумне кукленсе ларчĕ те пĕчĕк ача пек макăрса ячĕ. Юпасăр кĕпер Мĕскĕн Спирка юлашки сывлăшĕ тухнă чух та Рамаша асăнчĕ. Лешĕ халь инçетре çав — Кутяков патĕнче. Кунта вăл ĕçпе килчĕ те, ăна тепĕр ĕçпе ниçта та ăсатмарĕç. Вара Рамаш винтовка тупрĕ те, пĕр рота çумне хутшăнса, рядовой боец пулса тăчĕ. Халиччен Рамаш урхамахпа та чупса курнă, пăшал та пенĕ, хĕç айĕнче те пулса курнă, пăтăрмаха та лекнĕ. Çавах хальччен кун пек çапăçура пулманччĕ-ха вăл. Куллен çапăçу, кунĕн-çĕрĕн тытăçу пырать. Хĕрлисем тăшмана Самар хулинчен хĕссе кăларасшăн, шуррисем тухасшăн мар. Учредиловка йăви аркансан, учредиловки хăй те, унăн çарĕ те пĕтессе, унтан чехсен çарĕ те шĕвелсе юласса сисеççĕ çав вĕсем! Çавăнпа Самар таврашĕнче çапăçусем нихçанхинчен те хаяр. Чехсем хĕрлисене Атăл кĕперĕ патне яхăна та ямаççĕ. Тăватă уйăх каярах çак кĕпере шуррисенчен сыхлама вăрçă ĕçне пĕлсех кайман ревком çĕр çын кăна уйăрнăччĕ. Шуррисем вара унта халĕ пин çын тăратнă, орудисем, пулеметсем вырнаçтарнă, бронепоезд çӳретеççĕ. Кĕпер тавра юн шыв пек юхать. Атăл шывне хĕретет… Сызрань хулине шуррисем никама парăнми крепость туса хунă, хулине кăна мар — таврари ялсене те йĕплĕ пралукпа карталанă. Кун пек укăлчана ял çыннисем хальччен курманччĕ. Сызрань халь — чехсемпе Самар комучĕн юлашки шанчăкĕ. Çав крепость хĕрлисене тытса чараймасан, Самар хапхи ярах уçăлать. Пĕрремĕш арми командующийĕ Тухачевский юлташ çавна лайăх пĕлет. Вăл Сызрань крепоçне илме тĕплĕн хатĕрленет, кашни вак-тĕвеке хăй тĕрĕслет, пĕрмай хирте, палаткăрах, пурăнать. Вăй çитересси — хĕрлисемшĕн тĕп тивĕç. Ăрми командующийĕ вĕçĕмсĕр юнлă çапăçура пулнă Гай дивизине Чĕмпĕр хулине илнĕ хыççăн та канма памарĕ, Сызрань енне васкаса куçма хушрĕ. Кунта та ĕлкĕрчĕ Чĕмпĕр дивизийĕ, Сызрань таврашĕнче ыттисем пекех паттăр çапăçрĕ. Никамран кая юлмарĕ тесен, тен, тĕрĕсех те пулмĕ. Дивизи командирĕ Гай юлташ Сызрань хулине пуринчен малтан пырса кĕчĕ. Паллах, пырса кĕриччен малтан чакмаçул çуккине пула вилес пек хаяр çапăçакан тăшмана çĕмĕрмелле пулчĕ. Ахальтен мар Чĕмпĕр дивизине тата «тимĕр дивизи» тесе ят панă. Хĕрлĕ Çарăи ирĕксĕрех тимĕр пек çирĕп пулмалла пулчĕ. Тăшман йышпа та, хĕçпăшалпа та, вăрçă ĕçне лайăх вĕреннĕ командирсен шучĕпе те Сызрань таврашĕнче хĕрлисенчен вăйлăрахчĕ. Ытти çĕрте те çапларахчĕ вунсаккăрмĕш çулта. Çав вăйлăрах тăшмана çĕнтерес пулать… Çавăнпа Чапаев Самар таврашĕнче паттăр çапăçма та, Уральск таврашĕнче Дутов çарĕсене чарма та ĕлкĕрчĕ. Гай Чĕмпере илме те, Самаршăн çапăçма та вăй çитерчĕ. Пур енчен те вăйлăрах тăшмана çапах та Хĕрлĕ Çар çĕмĕрчĕ, аркатрĕ, çĕнтерчĕ. Мĕнле вара? Çĕнтерчĕ пулсан, хăй тăшманран вăйларах пулнă мар-и? Тĕрĕс. Анчах йышпа та мар, хĕçпăшалпа та мар, революцилле хастарлăхпа, хавхалануна вăйлăрах пулнă тӳрĕ ĕçшĕн çапăçакан Хĕрлĕ Çар, рабочисемпе чухăн хресченсен çарĕ. Пĕрремĕш арми Сызрань крепоçне çĕмĕрсе парăнтарнă вăхăтра Тăваттăмĕш армин полкĕсем Самар таврашĕнче тăшмана арката пуçларĕç. Кутяков — Чапаевăн чи çывăх помощникĕ — халь Степан Разин ячĕпе хисепленекен полк командирĕ. Кĕçех вăл бригада командирĕ пулать. Хăй çавна шухăшламасть-ха, сисмест те-ха… Рамаш питĕ юратса пăрахрĕ полк командирне. Çап-çамрăк хăй, Рамашран кăшт çеç аслăрах, кăшт çеç çӳллĕрех. Çил пек хăвăрт, арăслан пек хăюллă, Чапаев пек паттăр та талантлă командир. Пĕррехинче, нумай вăхăт шуррисемпе перкелешнĕ хыççăн, вăл сасартăк фронт умне килсе тухрĕ те: — В штыки! Ура! — тесе кăшкăрса, окопсем тăрăх кустарчĕ. Командир çапла хĕрсе чĕннĕ вăхăтра епле пуçна чиксе таçталла персе выртăн? Рамаш сиксе тăчĕ, штыкне малалла кăнтса, урра! кăшкăрса, малалла чупрĕ. Çук, пĕччен мар иккен вăл, ун хыççăн пĕтĕм полк çĕкленнĕ-мĕн: урра! таçта çитиех янăраса кайрĕ. Чапаевăн пирвайхи паттăр юлташĕсем акă ăçта вĕсем. Ку полкра — Чапаевпа пĕлтĕртенпех нĕрле çапăçнă çынсем. Вĕсем, пĕр çĕк-ленсе малалла чупсан, чарăнмаççĕ вара. Тăшман тӳсеймерĕ, штыкпа çапăçасшăн пулмарĕ, каялла сирпĕнчĕ. Вара çапăçăва хĕрлисен эскадронĕсем хутшăнчĕç. Вăрçă хирне тăшман сакăрçĕр çын тăкса хăварчĕ. Хĕрлисен аллине нумай винтовка, пулемет тата пĕр тупă лекрĕ. Кутяков кашни çамрăк хĕрлĕ армеецшăнах — тĕслĕх. «Эх, Кутяков пек пуласчĕ!» — тет Рамаш та. Анчах хаяр çапăçусенче хĕрлисен шучĕ те чаксах пырать-çке. Юлашки çапăçу хыççăн полк командирĕ çакăн пирки питĕ хытă кулянса ӳкнĕччĕ. Çак вăхăтра Рамаш çывăхри пĕр ятлă виçĕ ялтан полка виççĕр çын ертсе килчĕ. Ĕçĕ çапла пулса иртрĕ. Самар çывăхĕнчи пĕр ятлă виçĕ ял тĕлĕнтерчĕç Рамаша: пĕри Вырăс Липяги ятлă, тепри — Чăваш Липяги, виççĕмĕшĕ — Мордва Липяги. Рамаш çуран утса-чупса çапăçма хăнăхман. Хăйне валли лаша тупса каллех кавалерист пулас килет унăн. Çав шутпа, пĕррехинче разведкăна кайсан, Чăваш Липяги ялне кĕрсе тухас терĕ вăл. Ял çывăхĕнче Рамаш икĕ чăваш ачине тĕл пулчĕ. Шăтăк-путăк вырăнсенче патрон гильзисем пухса çӳреççĕ. Шкул ачисем пулас: пĕрне-пĕри ятпа мар, хушаматпа чĕнеççĕ. Пĕри Савдеров хушаматла иккен. «Якальсем пирĕн енне çакăнтан куçса пынă пуль, — шухăшларĕ Рамаш, — Шурă Пракань хушамачĕ те çапла вĕт». Ачисем «вырăс иртен-çӳренрен» асăрханмасăр хăйсем хушшинче чăвашла çаптараççĕ. Рамаш кăшт тăнласа тăчĕ: пиччĕшĕсем пирки калаçаççĕ… Хăюллă йĕкĕ-т пуçĕнче çĕнĕ шухăш çиçрĕ. Вара ачасене тĕлĕнтерсе: «Эпĕ те Савдеров, эпир хурăнташ мар-и?» — терĕ вăл чăвашла. Паллашрĕç, калаçрĕç. Тепĕр пилĕк минутран Рамаш ачасене таçталла чуптарчĕ, хăй снаряд чавса тунă шăтăка кĕрсе выртрĕ. Тĕттĕм пулса çитнĕ çĕре Рамаша икĕ çамрăк чăваш шыраса тупрĕç. Пĕр Савдеров хушаматлă ачан пиччĕшĕ Алюш ятлă. Таçта-таçта Якаль ятлă ял пурри çинчен илтмен вăл, çавăнпа хурăнташлăх пирки те чухлаймасть. Анчах Рамашпа Алюшăи хурăнташлăхĕ тепĕр енчен тупăнчĕ. Икĕ салтак пĕр «çитĕнмен каччăран» шикленме-рĕç, шуррисене вăрçса, хĕрлисене мухтаса калаçрĕç. Рамашăн теветкеллĕхĕ хăйĕнпе пĕрле çуралнă. Вăл хăй ăçтан, мĕн çăмăлпа килнине тӳррĕнех каласа пăчĕ. Учредиловка çарĕнчен тарса, хĕрлисем енне куçма шухăш тытнă салтаксемпе çапла паллашрĕ вăл. Таврари виçĕ пĕр ятлă ялтан мобилизаципе шурă çара лекнĕ хресчен ачисем, фронт тăван ялсем патне çывхарсан, тарса пытанса пĕтне. Сахаллăп мар вĕсем кунта, виççĕр çынпа яхăн. Хĕрлп-сем çумне хутшăнма ырă самант çеç кĕтсе тăраççĕ. Рамаш лаша туянас пирки те манса кайрĕ, яла та кĕрсе кураймарĕ. Хĕрлисем ăçта тăнине вăл хăй лайăх пĕлет, шуррисен дислокацине «дезертирсем» каласа пачĕç. Чуллă Шарлака, Кутяков патне, тăшмана систермесĕр çитме пулать иккен. Çывăхра пытаннисем Рамашпа пĕрле кайрĕç вара, ыттисене Савдеров каярах ертсе пычĕ. Кутякова виççĕр доброволец килсе хутшăнни мар, вĕсене ертсе килнĕ пĕчĕк салтак тĕлснтерчĕ. Рамаша вăл унчченех асăрханăччĕ: чапаевец пулма тивĕçлĕ йĕкĕт. Халĕ вăл ăна командир тума шутласа хучĕ. Рамаш лаша пирки вĕтеленнине пĕлсен, Кутяков ăна хăйĕн пичеври лашине парнелерĕ. — Ытла пĕчĕк тесе ан кулян: пĕр сехетре çирĕм пилĕк çухрăм вĕçтерет, — мухтарĕ командир лашине. Тепĕр кунне ирхине Кутяков полкĕ пĕтĕм бригадăпа пĕрле Липяги станцине тапăнчĕ. Виçĕ Липягирен тухнă çĕнĕ хĕрлĕ армеецсем хăйсен тăвап ялĕсене тăшманран тасатасшăн арăслансем пек çапăçрĕç. Тем те курнă полк командирĕ вĕсене мухтамасăр тӳсеймерĕ. Липяги станци çывăхĕнчи çапăçу Самар таврашĕнчи юлашки çапăçу пулчĕ. Шуррисем — Сызрань таврашĕнчен тарнисем те, кунта арканнисем те — Самар шывĕн сулахай енче чарăнса тăраймарĕç, тимĕр кĕперпе те, понтонлă кĕперпе те шыв урлă каçса хăтăлма васкарĕç. Анчах юханшыв та, хула çурчĕсем те хӳтĕлеймерĕç вĕсене — тăшман çав кунах хуларан та тухса тарчĕ. Тарас умĕн вăл Атăл кĕперне çĕмĕрнĕ пекех Самар кĕперне те çĕмĕрсе, ишсе хăварнă. Полк тимĕр кĕпертен анаталла иăрăнсан, унта Рамаш килсе тухрĕ. Иăтăнса аннă карлăксене курсан, унăн макăрас килсе кайрĕ, куçĕсем шывланчĕç. Ун ашшĕ шăпах çак кĕпере сыхланă ĕнтĕ… Çакăнта пуçне хуна-ши, е, чĕрĕ юлса, хуларан тухса хăтăлнă-ши? Кам пĕлет. Часрах шыв урлă каçасчĕ. Тен, пĕлекенсем пур пуль унта. Чим-ха, полк ăçта тата?! Вăл тахçанах шултра йывăçсем хыçне пулса куçран çухалнă-мĕн. Командир, понтон кĕперĕ пур тесе, сулахаялла çул тытнă пулмалла. Рамаш та çĕмрĕк кĕпер умĕнче кăшт шухăша кайса тăнă хыççăн çавăнталла васкарĕ. Самар шывĕн сылтăм хĕррипе çуран çынсем килсе тухрĕç, ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса тăчĕç. Алă сулаççĕ, тем кăшкăраççĕ. Уççăнах урра! кăшкăрни илтĕнет. «Рабочисем саламлаççĕ», — шухăшларĕ Рамаш. Çапла шухăшларĕ те тӳсеймерĕ — пĕчĕк кăвак лашине тӳрех шывалла пăрчĕ. Лешĕ, шăши пек йăрăскер, шывра лăпкă кăна ише пуçларĕ. Рамаш хыççăн шыва тата пĕр вунпилĕк юланут шампăртатса кĕрсе кайрĕç. Ыттисене командир чарчĕ. Шыв хĕрринчи çынсем пирвайхи юланута урра! кăшкăрса кĕтсе илчĕç. Вĕсем Рамаша лаша çинчен туртса антарчĕç те сиктерме тытăнчĕç. Сиктерме вара ăна ним те мар: хăй çăмăл, кăмăлĕ çунатлă, сиктермесĕрех çӳлелле вĕçмелле. Халăх пĕр çынна юратса лăсканине кăна çырлахмарĕ, ыттисене те сиктерчĕ. Халлĕхе шыв урлă каçакан ытла та сахал-çке. Хĕрлĕ Çар юханшывăн леш енче вĕçĕмсĕр кĕпĕрленнĕ. Часрах пурне те каçарасчĕ. Тарăхса, тунсăхласа çитнĕ халăх ку енче тек сăнаса тăмарĕ. Кĕçех пур енчен те кимĕсем килсе тухрĕç: пиллĕк, вуннă… çĕр кимĕ. Атăл енчен пысăк мар та, шухă катер çухăрса килчĕ. Кимĕсемпе пĕрле çав катер Хĕрлĕ Çара шыв урлă тиентерсе каçарма тытăнчĕ. Рабочисем çĕнĕрен понтон кĕперĕ майлаштарма пикенчĕç: ку артиллерипе кавалери валли кирлĕ. Тарнă чух тимĕр кĕпере мĕн шухăшпа çĕмĕрнĕччĕ-ши усал тăшман? Хĕрлĕ Çар Самар шывĕ урлă каçаймĕ е каçсан та, таракансене хăваласа çитеймĕ тенĕ пуль çав. Каçĕ те, хăваласа та çитĕ, пĕтĕм усал ĕçшĕн ответ тыттарĕ. Хĕрлĕ Çар паттăрĕсем юханшывсене кĕперсĕрех пĕрре мар каçнă. Темле хăрушă юхăм урлă каçма та яла-нах шанчăклă кĕпер пур вĕсен, юпасăр кĕпер. Çав юпасăр кĕпере нимле вай та çĕмĕреймĕ. Рабочисемпе хресчен хушшинче, çарпа халăх хушшинче тата тĕрлĕ халăхсем хушшинче аслă Октябрь юпасăр кĕпер хывнă. Çав кĕперпе каçса кĕчĕ паян Самара Хĕрлĕ Çар. Кĕçех хулана Тăваттăмĕш армин Реввоенсовечĕ те килсе çитрĕ. Лаптак уçă çамкаллă, хура кăтра çӳçлĕ Валериан Куйбышева рабочисем кăмăллăн урра! кăшкăрса кĕтсе илчĕç. Ана та Рамаша сиктернĕ пек сиктерĕччĕç вĕсем, анчах Реввоенсоветпа ревкомăн чăрманса тăма вăхăт çук. Çĕнтерĕве çирĕплетсе, тăшмана хăваламалла, хăвăртрах хулара та, кĕпĕрнере те Совет влаçне çĕнĕрен чĕртсе ямалла… Рамаш хĕрлĕ ялавсемпе чечекленнĕ хула тăрăх ик-виçĕ кун хушши ашшĕ йĕрне шыраса çӳрерĕ. Пĕлекен çын тупăнмарĕ. Июнĕн саккăрмĕшĕнче пĕтнĕ пуль е, вилĕмрен хăтăлнă пулсан, тĕрмене лекнĕ пуль, теççĕ. Тĕрмене лекнисене те чехсем нумайăшне сутсăр-мĕнсĕрех персе вĕлернĕ. Çаплах тата учредиловка тĕрмисем те пĕрмаях лăк-тулли пулнă. Хăйсем тарас умĕн шуррисем тĕрмери çынсене темиçе пуйăспа Çĕпĕре ăсатнă… Хыпарсем хурлăхлă. Коммунистсен клубĕнче те Тайман, Сахарĕн шăпине пĕлекен çук. Рамаш кашни çынна тĕпчет. Пĕр çӳллĕ, яштака, хитре вырăс йĕкĕчĕ питĕ тĕлĕнтерчĕ: хурлăхлă хыпарсем каланă чух та ахăрса кулать, сăмах пуçличченех кулать… — Ха-ха-ха… Эпĕ те пиччене шыратăп. Никам пĕлекен çук. Те персе вĕлернĕ, те «вилĕм пуйăсĕпе» Çĕпĕре ăсатнă. Çапла макăрас чух кулнă пек ахăрса калаçакан вырăсăн хушамачĕ Самарин пулса кайрĕ. Вăл çамрăк йĕкĕт тата тепĕр япалапа тĕлĕнтерчĕ: Рамаш Тайман Сахарĕн ывăлĕ пулнине пĕлсен, сасартăк чăвашла калаçа пуçларĕ. Çитменнине, пĕр такăнмасăр, питĕ таса калаçрĕ тата. Иккĕн пĕрлешсе те шыраса пăхрĕç вĕсем. Анчах Тайман Сахарĕн йĕрне те, Алексей Самарин йĕрне те тупаймарĕç. Кĕçĕн Самаринĕ Воробьев пирки те пĕлме тăрăшрĕ. — Вăл хулара юлса вăрттăн ĕçлерĕ. Пĕр уйăхран ăна та тĕрмене хупрĕç. Те персе вĕлернĕ, те «вйлĕм пуйăсĕпе» ăсатнă, — терĕ пĕр рабочи. Андрей Самаринпа Роман Тайманов, Самара тĕрлĕ çулпа килнĕскерсем, хуларан пĕр çулпа тухса кайрĕç. Халĕ акă вĕсем Иван Кутяков патĕнче пĕр бригадăра. Рамашран кăшт аслăрах, Самаринран кăшт кĕçĕнрех хресчен ачи, батрак, хĕрлĕ генерал, вĕсене татах паттăрсен çулĕпе малалла ертсе кайрĕ. Тăшман кунта та кĕпер çĕмĕрнĕччĕ Каменка ялĕ мĕн кĕркуннечченех карательсем килесрен сехĕрленсе пурăнчĕ. Анчах Мăкшăелĕнче аманнă тăшман хăйĕн çĕлен пуçне питех çĕклеймерĕ. Вăрманта пĕчĕк отрядпа юлнă пĕчĕк ревком, шуррисем умĕнче айăпа кĕнĕ ялсене хӳтĕлеме хатĕр пулса, вĕсен пурнăçне сăнасах тăчĕ. Назарăн шалчи тулнăранпа хулара Каменкăри çуллахи ĕçсем пирки уйрăмах астăвакансем юлман курăнать. Уесри комуч влаçĕ ытларах кăнтăрпа анăçри пăлхавçă ялсене тĕлленĕ. Çавсене йăвашлатма та вăй çитереймен. Авандеев хыр вăрманĕнче чăмăртаннă отряда кăнтăралла ăсатман, шуррисене шалтан лăскама вăхăт çитсен, Самар таврашĕнче фронта пулăшма хăварнă. Çапла чулçырмасем те кĕрхи кунсене чиперех кĕтсе илчĕç. Ку енче кĕркуннехи «ват ăшши» те, пукрав ăшши те пулмарĕ кăçал. Кĕрхи йĕпе-сапа. ир пуçланчĕ те вăраха кайрĕ. Хĕл пукравчченех пуçне кăтартнăччĕ çав. Пукравччен юр çусан, хĕл нас лармасть, теççĕ ваттисем. Вĕсен сăмахĕ кăçал та тĕрĕсе килчĕ: уйăх ытла юрпа çумăр ылмашса çурĕç. Çĕр исленсе кайрĕ. Пылчăк чĕркуççи таран. Çул пăсăлчĕ. Çынсем питĕ кирлĕ çĕре те лаша кӳлсе çӳреми пулчĕç. Касанки тĕлне чехсен вĕçĕмсĕр обозĕсем, Тук кĕперĕ урлă каçса, ял хĕррипе Таллă еннелле ирте пуçларĕç. Ача-пăчана чĕркуççи таран пылчăк та чараймарĕ, вăл ял вĕçне тухса кĕпĕрленчĕ. Ара, мĕнле тӳссе ларăн килте: чăн-чăн чехсем вĕт, чăн-чăн пулеметсем, чăн-чăн тупăсем… Мĕскĕн лашисем, пылчăк ашса, аран туртаççĕ, ураписем аран кусаççĕ. Çулĕ — тăвалла. Чехсем хăшĕ урапа çинче вилнĕ пек тăсăлса выртнă, хăшĕ ура хуçса е хутланса ларнă. Хăйсем шăнса ĕнтĕркенĕ, çапах урапа çинчен анса утакан-чупакан çук. Те вараланасран асăрханаççĕ, те пĕр йышăннă вырăна çухатасран хăраççĕ… Тепĕр кунне те таракан тăшман обозĕ çулпа çаплах, аманнă çĕлен пек, аран йăшаланса шурĕ. Халь ĕнтĕ ял вĕçĕнчи çул юппине ача-пăча кăна мар, çитĕннисем те тухса тăчĕç. Виççĕмĕш кунне ял вĕçне никамăн та тухмалла пулмарĕ, хайхи, обоз, çул юппипе пăрăнмасăр, тӳрех яла пырса кĕчĕ. Малти лав çине чехсен аслă офицерĕ ял старостине лартса килнĕ. Фальшин чăвашсене йăваш калаçнипе тĕлĕнтерчĕ, старостăна вара чăвашсем пĕртте турткаланса тăманни тĕлĕнтерчĕ. Лешĕ чехсем кайнăшăн хурланса йăвашланнă; кусем çавăншăнах савăнса, ăшра: «Кайччăрах, таçта çити леçсе хăварăпăр, каялла çеç ан таврăнччăр», — тенĕ. Селĕп Кириле хăй вырăнне лава Тараса ăсатрĕ. Юриех вырăсла пĕлмĕш пулма шухăшланăччĕ Тарас, вырăсла таса калаçниие мухтанма та хатĕрччĕ вăл, анчах тепĕр чух мухтанма та кирлĕ мар иккен. Тарас лавĕ çине икĕ салтак ларчĕ. Салтакĕсем чехсем мар, вырăссемех. Ялтан тухсанах, хăйсем хушшинче калаçа пуçларĕç. — Ĕç ăнчĕ-ха паян, пĕр лав çинче иккĕнех ларса пымалла пулчĕ. Питĕ лайăх. Тахçанах санпа чуна уçса калаçасшăнччĕ эп, — терĕ пĕри. Тепри юлташне тĕксе илчĕ. — Минуточку. Даже такой третий может оказаться лишним, — терĕ те пĕчĕк лавçа тĕрĕслеме пикенчĕ. Тарас çавăнтах тавçăрса илчĕ: салтак мĕн каланине ăнланмăш пулса, чăвашла пакăлтатрĕ. Салтак лăпланчĕ: — Пирĕн телее, ку чăваш ачи вырăсла пачах пĕлмест. Калаçар эппин. Çул тăршшĕпех калаçрĕç салтаксем. Пĕри — малтан сăмах пуçлани — салтак та мар, офицер иккен. Анчах хăй патша çарĕнче офицер пулнине темшĕн палăртман. Офицер сăмахĕсене Тарас лайăх ăнланчĕ, тем тĕрлĕ хыпар та пĕлчĕ. Чехсен пăкки шаннă! Хĕрлĕ Çар кĕçех кунта килсе çитмелле. Комуч çарĕ саланса пĕте пуçланă. Офицерĕ хăй те тарĕччĕ те — хĕрлисенчен шикленет. Шурă çара хăй ирĕкĕпе кайнăшăн ӳкĕнет вăл. «Малтанах хĕрлисен енне куçмаллаччĕ, — тет. — Ун чух вĕсем йăвашчĕ, офицерсене хапăлласа йышăнатчĕç. Халь, пирĕннисем Ленина вĕлерме тăнă хыççăн, вĕсем те хаярланса çитрĕç, хĕрлĕ террор пуçласа ячĕç. Заложниксене сутсăрах пере-пере вĕлернĕ… » Çакна илтсен, салтак кулса ячĕ, юлташне тăрăхларах çапла каларĕ. — Ах, çăткăн усалсем! Пире, Христос пек йăваш çынсене, пеме хăяççĕ… Пĕр Самар хулинче кăна коммунистсемпе рабочисене сутсăрах пинĕ-пинĕпе иетĕмĕр, «вилĕм пуйăсĕпе» темиçе пин çын Çĕпĕре ăсатрăмăр. Çитменнине, вĕсен пуçлăхне персе вĕлерме хăтлантăмăр. Куншăн пире тав тумаллаччĕ. Вĕсем пур — хĕрлĕ террор пуçланă… «Хĕрлĕ террор» тенине çеç ăнланаймарĕ Тарас, ыттине пĕтĕмпех ăнланчĕ. Салтакĕ Таллăри пуян ывăлĕ иккен. Вăл та хĕрлисене хирĕç çапăçма хăй ирĕкĕпе кайнă. Халĕ унăн та çапăçас килми пулнă. «Шуррисем патĕнчен тарма мар, аттене те хамăрпа пĕрле илсе каймалла пулать, — терĕ вăл. — Шăпамăр çавнашкал ĕнтĕ. Киввине шанмастпăр, çĕннинчен хăратпăр. Вăхăтсăр, айăпсăр, тулăксăр вилме пӳрнĕ пире. Е паянах вил, е каярах — леш «вилĕм пуйăсĕнчи» пек, нумай асап курса». — Сана хистеместĕп, — хуравларĕ офицерĕ. — Хам пурпĕрех таратăп. Эп сан пек купца ывăлĕ мар, аптекарь ачи. Персен — печчĕр. Кунта юлсан та, кăмăл туртман ĕçшĕнех вилес пулать. Шанчăксăр, ĕненмесĕр çапăçакан çар нихçан та çĕнтереес çук… Таллăран каялла таврăннă чух, кӳршĕ яла çите пуçласан, Тарас лашине чара-чара, ыттисенчен каярах юлчĕ. Кӳршĕ ял вĕçĕнче, лаша шăварса, ăна апат парса айкашрĕ вăл. Хăй, такам килессе кĕтнĕ пек, урам тăрăх ял тепĕр вĕçнелле пăшăрханса пăхкаларĕ. Лерелле кайнă чух çак тĕлте, халăх хушшинче, пĕр сарлăка та сарă сухаллă çынна асăрханăччĕ Тарас. Те ытла тунсăхланипе, çав çын ашшĕ сăнлă курăннăччĕ ăна. Вăрçа кайиччен унăн ашшĕн те сухалĕ çавăнни пекчĕ. Тарас ун чух кăшт кăна: «Атте!» — тесе кăшкăрса ямарĕ. Анчах ашшĕ большевик пулнине вăхăтра аса илчĕ те лăштах пулчĕ. Ашшĕ сăнлă çын вара сасартăк вырăнтан хускалчĕ те урампа аяккалла утрĕ. «Çук, йăнăшрăм. Кӳршĕ ялта мĕн туса пурăнтăр вăл?..» Чулçырмана çитсе кĕрсен, кая юлнă лавçа Самана Тимĕркки тĕл пулчĕ. Темшĕн хĕпĕртерĕ, Тараса пырса çулăхрĕ: — Замана! — кăшкăрчĕ вăл шăл йĕрсе. — Ерой! Кама куртăн кӳршĕ ялта? Ахтем Макарĕ Çветтуй Сахара куртăм тет. Чехсем аçуна палласан, тинех асап курса çветтуятухать вара вăл. Турă çырлах! Тимĕркке аллисем нихçан та тĕк тăмаççĕ, пӳрнисем яланах мĕн те пулин хыпашлаççĕ. Вăл халĕ те урапа çинчи шăналăка турткаларĕ. Шăналăк айĕнче, утă ăшĕнче, хут чăштăртатрĕ: Тарас унта шуррисем манса хăварнă хаçата пытарнăччĕ. Тимĕркке ăна йăпăртах туртса кăларчĕ. — Сана хаçат кирлĕ мар. Пар мана! Эп малтан тишкĕрсе кăшкăрса вулап, унтан хаçатне çурса, чикарккă чĕркесе, савăнса, ӳсĕрсе, тапак туртап, — çатăлтатрĕ аптраман Тимĕркке. Самана мучин малтанхи сăмахĕсем Тараса хытă пăшăрхантарчĕç. — Атте сăнлă çынна эпĕ те куртăм. Атте мар вăл — хаххул. Вăл хаххулла калаçнине, тупата туршăн, хам илтрĕм, — васкаса суйрĕ Тарас. Тимĕркке ача сăмахĕсене хăлхана чикмерĕ, хăйĕннех çаптарчĕ: — Эп сана хаçатшăн икĕ керенккă парăп. Керенский хăй тарнă, укçи юлнă. Мене кирлĕ мана унăн тăваткал хут татăкĕсем! Хĕрĕх тенкĕшĕн сана чăлах вырăс пĕр канфит парĕ. Тимĕркке кĕсйинчен, чăнах та, икĕ çирĕм тенкĕлĕх керенккă кăларчĕ, Тараса тыттарчĕ. Хăй çавăнтах хаçатне кăшкăрса вулама тытăнчĕ: — «В борьбе обретешь ты право свое!» Замана! Обретешь сирĕнпе, кĕтсех тăр! — Вуланинчен ытла хăй кăшкăрса митинглани пулчĕ. — Эсерсен юлашки хаçачĕ! Чехсем-мехсем, эсерсем-камвучсем пĕтрĕç ĕнтĕ. Хупланчĕç. Юрлас килет, ташлас килет… Пролетари всех стран, соединяйтесь! Тимĕркке тавра çын пухăна пуçларĕ. Тарас, хуйха кайса, лашине тапратрĕ. Чулçырмасем ăсатнă обоз юлашки пулчĕ. Юлашки обозри чехсем Тук кĕперне те çĕмĕрсе хăварчĕç. Хаçат вулакан Тимĕркке кăна мар, ыттисем те лайăх курчĕç вара: чехсем каялла таврăнма шухăшламаççĕ. Кĕпер çĕмĕрсе Хĕрлĕ Çара шыв урлă каçма кăшт та пулин чăрмантарасшăн ĕнтĕ вĕсем. Кĕркунне кĕпер юсаса курманччĕ чулçырмасем… Ма юсас? Кĕçех çанталăк юпасăр кĕпер хывать. Çук, Хĕрлĕ Çара куç пек кĕтекен çынсем халь апла шухăшламарĕç. Никам хушмасăрах кĕпер юсама тытăнчĕç… Хĕрлĕ Çар çав кĕперпе каçмарĕ. Вăл шуррисене урăх çулсемпе хăваласа кайнă-мĕн. Чехсем иртсе пĕтнĕ хыççăн ик-виçĕ эрнерен ялта çĕнĕрен Совет суйларĕç. Суйлав пухăвĕ каллех Лешеккинче пулса иртрĕ. Анчах халь ялта «улаха» çӳрекен фронтовиксем çук ĕнтĕ. Вĕсем вăрмантан пĕри те таврăнмарĕç. Суйлав ирттерме Куçминкка ревкомĕнчен Хайкин хушаматлă юлташ кнлнĕ. Никам палламанскер. Хура çӳçлĕ, ялтăркка куçлă хитре çамрăк çын. Килнĕ кун Хайкинăн пичĕ-куçĕ тасаччĕ. Тепĕр кунне, пуху пуçланнă çĕре, ун сăнĕ тĕксĕмленчĕ. Сухал тени çурхи курăк пек лаптăкăшпех шăтса тухнă, тути-янаххине кăна мар, питçăмартине те, пĕр тăнлавран пуçласа тенĕр тăнлав таран, пусса кайнă. Çамкипе пысăк курпун сăмси çеç хуралман. Пухури çынсем хăшĕ чикан сăнлă оратор çине шиклĕн пăхаççĕ, хăшĕ сасăпа кулса ярасран аран чăтса лараççĕ. Ораторĕ çьшсене юриех култарма тăрăшмасть-и! Калаçнă чух пĕрмаях тути-çăварне «О» саспалли пек туса карать, «батрак» вырăнне «ботхак» тет. Совета суйлама кама сĕнмеллине, камшăн агитацилемеллине чухлаймарĕ Хайкин. Ютран килнĕскер, никама та пĕлмест. Çынсемпе паллашас вăхăта бритва шыраса ирттерчĕ. Класлăх паллипе суйлăпăр-ха тесе, хăйне хăй лăплантарчĕ вăл. Доклад тунă чух фронтри ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ, пĕтĕм кĕпĕрнепех Совет влаçĕ çĕнĕрен йĕркеленни пирки калаçрĕ, Совета чухăнсене çеç суйламалла, терĕ. Кандидатсене кăшкăрма пуçласан, Хайкин, аллине кăранташ тытса, кашни кандидат пирки тĕплĕн тĕпчесе пĕлме тăрăшрĕ: тарçă пулсан — миçе çул ĕçленĕ, кил хуçи пулсан — хуçалăхĕнче мĕн пур. Миçе лаша, ĕне, мĕн чухлĕ сурăх усрать, пӳртне мĕн витнĕ, кнлĕнче тата мĕн пур — пурне те пĕлесшĕн пулчĕ вăл. Чулçырмаран такам, те чăнласа, те шӳтлесе, Чахрун Мишшине сĕнчĕ. Чăвашсем хушшинче кулкалани илтĕнчĕ. Ревком çыннине ку кандидат пнтĕ килĕшрĕ вара. Лаши çук, ĕни çук… Чăх-чĕпрен пуçне урăх ним те çук. Пĕчĕк тăм пӳртне улăм витнĕ. Улăмĕ те тахçанах çĕрсе çĕтĕлсе пĕтнĕ. Лайăх кандидат… Сасăлас умĕн Пашка Ваççи çапах та асăрхаттарчĕ: — Кахал вăл. Çавăнпа унăн ним те çук… — Кулак теорийĕ вăл, капла калаçни. Пире шăп çавăн пек чухăнсем кирлĕ. Кам çак кандидата хирĕç, вăл Совет влаçне хирĕç пулать, — тавăрчĕ ăна Хайкин, куçне ялтăртаттарса. «Теори» сăмахран Пашка Ваççи хăраса ӳкрĕ. Теме пĕлтерет-ха вăл! Совет влаçĕн тăшманĕ пулса тăрăн капла. — Сирĕншĕн юрать пулсан, пирĕншĕн те юрать, — терĕ вара вăл, тутине пăркаласа. Ыттисем те хирĕçмерĕç. Çапах çапкаланчăк лĕнчĕр-ленчĕр Мишшашăн алă çĕклесшĕн марччĕ. Вырăссем Осокин хушамата илтсен, харăс çĕклерĕç. Чăвашĕсем те çĕклем пекки турĕç вара. Мирски Тимукăн ятне асăнсан, никам та хирĕç пулмарĕ. Мĕн тăвăн — ĕмĕрех тарçăра ĕçленĕ — «ботхаках» ĕнтĕ. Ютран килнĕ комиссар çынсене пĕлсе çитме тăрăшмарĕ. Суйлав ĕçне ăнăçлă ирттерме никам та хатĕрленмен темелле. Çапах кун пек калани тĕрĕсех пулмĕ. Хăшĕ-пĕри хатĕрленнĕ иккен. Чахрун Мишшин ятне вырăссем хушшине кĕрсе ларнă Мирски Тимук асăннă… Хаярсемпе Медведевсен пуянпă Чухăн пирки чăн та хăйсен теорийĕ пур çав: хуçалăхшăи тăрăшакан çын — пуян, ĕçлеме ӳркенекен çын, наян-кахал — чухăн. Мăрзабай та Чахрунсем çине çапларах пăхатчĕ, вĕсене çын вырăнне те хумастчĕ. Халь унăн шухăш-кăмăлĕ улшăннă-шим вара? Уйăх ытла таçта çухалса пурăнчĕ Мăрзабай. Киле таврăнсан, ăна килйышсем паллайми пулчĕç. Елĕк яланах лăпкăскер, халь турткаланчăк пулса кайнă. Арăмне те, аслă хĕрне те нимсĕрех вăрçать. Курма килнĕ Наçтука темшĕн хăваласа кăларчĕ. Укахви малтанах, ĕлĕкхи пек чашкăрса, ухмаха ернĕ упăшкине йĕркене кĕртме хăтланчĕ, сулăнса, çапмах тăчĕ. Иăваш Мăрзабай хальхинче сасартăк урса кайрĕ, «Пусап!» — тесе кăшкăрчĕ, çĕçĕ ярса тытрĕ. Çавăнпа Чурăс Укахви йăвашланчĕ, урай хăмине хускатмасăр çӳрекен пулчĕ. Пурнăç, самана пирки Мăрзабай халĕ пушшех пăлханарах шухăшлама пуçларĕ: «Комуч вăхăтĕнче халăх епле шăртланчĕ! Тĕттĕм чăваш ялĕсенче те комуч влаçне, çав «демократиллĕ» влаçа, пăхăнмарĕç вĕт: Чулçырма, алла хĕçпăшал тытса, влаçа хирĕç пăлханчĕ, Якалĕнче хăйне майлă «граждан вăрçи» пулса иртнĕ, Самлейĕнче чехсем кайичченех çĕнĕрен Совет суйланă. Халăхĕ те хăй ăссĕн пăлханман-ха, ăна ертсе пыраканнисем тупăннă. Чее ĕçлеççĕ çавсем: Назар йышшисене персе вĕлернĕ, çав вăхăтрах Хĕрлĕ Ваççапа Дятлова тĕкĕнмен. Пирĕн те чееленме тивет. Эпир Совет вла.çне хирĕç мар. Совета чухăнран чухăннисене суйлама пулăшăпăр. Килте алапаш çынсем Совет ĕçне те алапаш туса пыччăр… » Çапла шутласа хунă ывăлне çухатнă хыççăн кăмăлпа пăтранса кайнă Мăрзабай. Тинех вара вăл ялти куштансемпе пĕр шухăшлă пулас терĕ. Смоляковпа, Фальшинпа курса калаçрĕ. Лешсем Мăрзабай вĕсенчен пăрăнми пулнăшăн хĕпĕртерĕç, унăн сăмахне итлес терĕç. Кам урлă ĕçлемеллине хăйсемех лайăх пĕлеççĕ. Мăрзабайăн Тимук пур, Смоляков каллех Самана Тимĕрккине ĕçтерес терĕ. Фальшин та кирлĕ çынсене тупма пулчĕ. Яла пĕлмен айвантарах комиссарпа пĕр хирĕçмесĕрех, унпа нитĕ килĕшсе, çав вăхăтрах унран вăрттăн ĕçе тытăнчĕç кулаксем. Вĕсем тăрăшнипе, Хай-кина юраса, ял çыннисем Совета, чăн та, тарçăсемпе чухăнсене кăна суйларĕç. Чăн тĕлĕнтермĕш ĕç ял Совечĕн пирвайхи ларăвĕнче пулса иртрĕ. Председателе кама суйлас? Мирски Тимук Чахрун Мишшине сĕнчĕ. «Михаил Иванчă Осокин председатель пулма тивĕçлĕ çын», — терĕ. Вырăссем кăшт турткаланма пăхнăччĕ. Епле вара, ял пуçлăхĕ нихçан та чавашран пулманччĕ. Хайкин вĕсене: «Совет влаçĕ пур çынна та, пур халăха та тан тăвать», — тесе ӳкĕте кĕртрĕ. Çапла вара, хирте те, килте те нихçан тар юхтарса курман, хапхасăр, килкартисĕр Осокин ял Совечĕн председателĕ пулса тăчĕ. Çын тĕсне çухатма пуçланă алпастă чăваша тахăшĕ ăспа тĕс кĕртме пуçланă. Такам ăна шупкаланнă симĕс гимнастеркăпа çунатлă йĕм тупса панă. Галифепе çăпата сырни килĕшмест, атă кирлĕ. Çакна Мишша час ăнкарса илчĕ. Анчах та унăн шефсем — те атă тупайман, те тăруках ытлашши тумлантарма асăрханнă — атă вырăнне темле хуп пек хулăн сăранран çĕленĕ пушмакпа обмотка тупса панă. Обмотка яваласа хăтланни çăпата сырни пекех ĕнтĕ, кансĕр ĕç. Обмотки тата урампа утса пынă çĕртех сӳтĕлсе каять… Мĕн тăвăн-ха, халлĕхе тӳсес пулать. Атă пулатех, терĕ Мирски Тимук. Елĕк шалнар пир йĕмпе çӳрекен Чахрунăн вăрăм пĕвĕ куçа кĕместчĕ, халĕ вара, — галифепе, пушмакпа, обмоткăпа, — вăл шăпах тăрна пек курăнакан пулчĕ… Ял пуçлăхĕ пулнăранпа унăн сăнĕ те улшăнчĕ. Хырман сухалĕпе тураман пуçĕ кăна улшăнаймарĕç. Сахалтарах ĕçнипе этемĕн куçĕ-пуçĕ тăртанми пулнă, власть туйăмне пĕлнĕренпе куçĕ ялтăра пуçланă. Тин çынсем асăрхарĕç: Чахрун яштака пӳллĕ, хитре сăнлă çын иккен. Хăй тата шӳтлесе калаçма та пĕлет. Тепĕр енчен те тĕлĕнтерчĕ вăл ялйышсене: вулама, çырма та пултарать. Совет çуртĕнче час-часах хаçат тытса ларать. Ĕлĕк вăл, хĕрĕнкĕллĕ чух, этем мĕн каланине итлемесĕр, хăй кирлĕ-кирлĕ мара лапăртататчĕ. Халĕ вара, çын унпа калаçнă чух, çăварне чана чĕппи пек карса, пăру куçĕпе айваннăн пăхса ларать; çын сассине мар, таçта-таçта аслати кĕрленине тĕлĕнсе тăнлать тейĕн. Çапла этем куçкĕретех улшăннине кура, ялйышсем ĕнтĕ çьш вырăнне те хура пуçланăччĕ Чахрун Мишшине, хăшĕ-пĕри вăл Мишша-салтакпа Самана Тимĕрккин çывăх тăванĕ пулнине те аса цлчĕç, Чахрун Мишши çапак та çын пулаймарĕ… Кĕçех Мирски Тимук, Мăрзабай мĕн хушнине манса, Смоляковпа Хаяр Макара итлесе, председателе кашни каç ĕçтере пуçларĕ. Мĕншĕн ĕçтерни каярах палăрчĕ. Пĕррехинче, чăваш енче пуху пухса, председатель продразверсткăпа кам мĕн чул тырă памаллине список вуласа пачĕ. Ак хăçан Тимĕрккен чăн сасси пухура янăравлăн илтĕнчĕ: — Кам сана çапла киревсĕр хăтланма вĕрентрĕ? Подкулачник эс, ача! Чухăнран та çирĕм пăт, Пуян Танюшран та çирĕм пăт… Чахрун, çăвар карса, «аслати кĕрленине» кăшт тăнласа тăчĕ те: — Эп айăплă мар, Куçминккаранах çапла хурса ячĕç, — терĕ. Мирски Тимукăн сăмахне каларĕ ĕнтĕ. Тимĕркке хăйĕн ăнман тăванне сасартăк хăратса пăрахрĕ. — Юрĕ, ыран Куçминккана тĕрĕслеме каятăп, — терĕ вăл. Мăрзабай хăй пухăва çӳремест. Чахрун Мишшипе Мирски Тимук мĕн хăтланнине илтсен, вăл пăшăрханса ӳкрĕ. «Ку çăткăнсемпе тăмсайсем халăха пĕчĕк ачана улталанă пек улталасшăн. Ытла путсĕр хăтланаççĕ. Ахалех çыхлантăм вĕсемпе», — ӳкĕнчĕ вăл. Кĕçех тата яла тăшман çĕмĕрсе пыракан кĕперсене юсама пĕлекен çын килсе кĕчĕ. Çавăн хыççăн Чахрун председательте эрне те çӳреймерĕ. Мăрзабай та ĕлĕкех кăмăлламан куштансенчен пачах уйрăлчĕ… Кĕпер юписем Тăван ялта Яла мĕнлерех çын килнине никамран малтан Мăрзабай сисрĕ. Сисрĕ те çав çынна хăнана чĕнтерчĕ. — Ай, турăçăм! Эс тупăнни Тимуш шаллăм вилĕмрен чĕрĕлнĕ пекех пулчĕ маншăн. Курманни те пилĕк-ултă çул. Çитменнине, Хрулкка сан пирки хыпарсăр çухалнă тенĕччĕ, — вашаватлăн вĕтеленчĕ хуçа. Хăни те кăмăллăн чăмăртарĕ хуçа аллине. Пĕлет вăл: Мăрзабай, хăйĕн шухăшне пытарма вĕренкеленĕ пулин те, кăмăл-туйăмне пытарса, суя сăмах калаймасть. Вара авалхи кӳршĕсем, тĕнчере нимле революци те пулман пекех, шăкăл-шăкăл калаçма пуçларĕç. Ахтем Макарĕпе Тарас кӳршĕ ялта курнă сарă сухаллă çын чăнах та Тайман Сахарĕ пулнă. Çук, июнĕн саккăрмăшĕиче, чехсем Самара илнĕ кун, вилмен вăл. Станцире, Казанцев ĕмĕтленнĕ пек, чăнах та, пирĕн подрывниксем ĕçленĕ. Малтанах вĕсем, хăйсен ĕçне тума васканипе, çывăхрах юнлă тытăçу пуçланнине асăрхайман. Каярах тавçăрса илнĕ те тăшмана сасартăк тылран хупăрланă. Вара чехсем Сахар вилĕм кĕтсе выртнă самантра Зубчаниновка еннелле вирхĕннĕ. Казанцев ушкăнĕнче чĕрĕ юлнă çынсем, подрывниксемпе пĕрле дрезинăсем çине ларса, Кинель станцине чиперех çитнĕ. Самартан йĕркеллĕрех чакнă Хĕрлĕ Çар чаçĕсемпе Пăслăк е Пăрслан еннелле кайма ĕлкĕреймен вĕсем. Казанцев вара Кинельтен пĕр аллă-утмăл çухрăмри Черккаск ялне, тăванĕсем патне, кайма шут тытнă. Тайманкина та хăйпе пĕрле пыма чĕннĕ. Пасарлăял пекех пысăк вырăс ялĕнче уйăх ытла пурăнчĕç вĕсем. Сухалсăр Сахара Пăрслан уесĕнче паллакан çын сахал мар. Çавăнпа вăл сухалне хырма пăрахрĕ. Казанцев — эсер пулнă çын. Вăл Совет влаçĕшĕн çапăçнине пĕлекен çук кунта. Сахар та халлĕхе пытанмасăрах пурăнма пултарать: шорник вăл. Ĕç хатĕрĕсене ăна юлташĕ тупса пачĕ. Вара «ютран килнĕ шорник» килĕрен çӳресе ĕçле пуçларĕ. Казанцевпа Тайманкин, чехсене хирĕç пĕрле çапăçнăскерсем, ĕмĕрлĕхе туслашрĕç. Çĕнĕ тусĕ Хатаевичпа тавлашнине астăвать Сахар. Хай те халь унпа тавлашкалать, эсер пулнă юлташне коммунист тума тăрăшать… Çук, Казанцева коммунист туса ĕлкĕреймерĕ Сахар. Тăшмансем вĕсене кĕçех уйăрса ячĕç. Пĕррехинче, ялти купца патĕнче хăмăт-кутлăх çĕлесе ларнă чух, хуçа, паллă эсер, шорникна питĕ йăпăлтатса калаçрĕ. «Вашкăртса калаçать, эсрел, — сисрĕ Сахар. — Казанцев пирки тĕпчет, шуйттан. Шанмаççĕ Казанцева. Тен, ун пирки пĕр-пĕр хыпар пĕлнĕ пуль… » Сахар юлташне çийĕнчех систерчĕ, пытанма хушрĕ. Килĕшмерĕ Казанцев: «Пытансан, вĕсемшĕн, чăнах та, коммунист пулса тăратăп. Эсерсем кĕпĕрнери исполкомра мансăр та нумай пулнă. Шуррисенчен иытанмаççĕ вĕсем. Иртнĕ эсерлăхăм халь маншăн хӳтлĕх кăна вăл». Çĕрле вара Казанцева арестленĕ. Сахар хăйне те арестлессе кĕтсе тăмарĕ, кирлĕрех инструментсене арчана чикрĕ те (арчине унчченех туса хатĕрленĕччĕ) тул çутăличченех ялтан тухса шурĕ. Аçталла каяс? Микӳшкел еннелле кайма юрамасть, унта ревком пуçлăхĕ пулнă вăл. Вара Державинпа Таллă еннелле çул тытас терĕ. Ывăлĕ усламçă арчи йăтса хĕвеланăçнелле танкканă вăхăтра ашшĕ, шорник арчи йăтса, хĕвелтухăçнелле васканă. Пĕр вăхăтра вĕсен хушши вăтăр-хĕрĕх çухрăма çывхарнă та, каллех тĕрлĕ еннелле пăрăнса кайнă. Çул çӳренĕ çĕрте Сахар иртнĕ пурнăçа аса илсе йăпанчĕ, хальхи ĕçсем пирки шухăшласа хумханчĕ. Пасарлăяла та, Чулçырмана та пырса кĕме çук. Çапах тăван ял яхăннерех туртăнать-ха вăл. Мĕн шухăшпа? Сухал ӳстерсен те, ăна çĕнĕрен хырсан та, — ял çыннисем пурпĕрех тӳрех палласа илĕç. Шуррисене çĕнтерессе, Совет влаçĕ çĕнĕрен чĕрĕлессе чĕререн шанать вăл. Çавăнпа пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тăван ял çывăхнех куçса пырать. Хушăран пĕр-пĕр ялта чарăнса ĕçлет: вăхăт ирттерет, хырăм тăрантарать, кăштах укçа та тукалать. Пĕр ялта ĕçлекелет те тепĕр яла куçать. Хăйĕн пурнăçĕ пиркн, паянхи шăпи пирки хурланса та, ĕмĕтленсе те, тепĕр чух шӳтлесе те шухăшлать Сахар. «Пĕр енчен, пытанса пурăнакан таркăн эпĕ халь. Тепĕр енчен, вĕçен кайăк пек ирĕк чун. Мĕн тесен те, çунатăма хуçаймарĕç-ха. Ирĕк чун! Ирĕк тени мĕн пулать-ха вăл? Эп ĕлĕк пĕччен пуçпа ирĕке тухасшăнччĕ. Çав шухăшпах тăван ялтан тухса кайрăм. Нумай ĕçлесе, чееленсе, çĕр ĕçлеме пăрахса, хам валли ирĕк пурнăç тăвасшăн тапаçлантăм. Пĕччен çын ирĕк пурăнма пултараймасть çав, тӳрех çăткăнсен аллине лекет. Пĕчченлĕх вак буржуйсен, мещенсен ирĕклĕхĕ ĕнтĕ вăл. Ун пирки Кăяш Тимкки те, Воробьев та нумай ăс вĕрентрĕç мана. Ĕçхалăхĕн ирĕклĕхĕ — пĕрлешӳре. Çавăнпа коммунистсен тĕп ĕçĕ — халăха пĕтĕçтерсе пĕр шухашлă тăвасси. Халăха çĕнĕ пурнăç тума вĕрентес ĕç — коммунистсен тивĕçĕ вăл. Ирĕклĕх тенине çапла ăнланмалла ĕнтĕ. Урăхла ăнланни анархизм пулать. Халăха пĕр шухăшлă тăвас тесен, чи малтан парти хăй пĕр шухăшлă пулмалла. Çавăнпа çирĕп дисциплина кирлĕ. Пысăк ĕç тума пысăк йĕркелĕх кирлĕ… Партие кĕрсен, пăркаланмалли пĕтет вара. Апла, ирĕклĕхе çухатса пусмăрлăха лекнп пулмасть-и вăл? Çук! Партие ирĕкпе кĕтĕм вĕт. Вилме те никам хистемесĕр хам ирĕкпе кайрăм. Халь манран çамрăккисем килте пурăнаççĕ. Эпĕ çемьене пăрахса хăвартăм. Камшăн, мĕншĕн? Пысăк çемьен, ĕçхалăхĕн телейĕшĕн çапăçма кайрăм. Кашни тӳрĕ кăмăллă çын çапла тумалла… » Пĕччен юлса, вилĕмрен пытанса çӳрекен çын çакăн пек шухăшсемпе хытарма тăрăшать хăйĕн кăмăлне. Чехсем хĕвелтухăçнелле куçма пуçланă вăхăтра Сахар Чулçырма çывăхнех пырса тухнă. Ахтем Макарне те, ытти ял çыннисене те курнă вăл, анчах ывăлне çакăнта тĕл пулма шухăшламан. Хумханса, пăшăрханса пăрăннă вăл ял тепĕр вĕçнелле. Вара, чехсен юлашки обозĕ иртсе пĕтессе кĕтмесĕрех, хулана васканă. Пĕр-ик çухрăм кайсан, утма çăмăлтарах пултăр тесе, арчине те вăрмана пăрахса хăварнă. Хуларан шуррисем кайса пĕтнĕ. Сахар хăйĕн авалхи тусне, Кăяш Тимккине, час шыраса тупрĕ. Авандеев Сахара çемйи пирки, уйрăмах Рамаш пирки, ырă хыпарсем каласа савăнтарчĕ те ăна кăнтăрпа хĕвеланăç енчи чăваш ялĕсем тăрăх çĕнĕрен Совет влаçне йĕркелесе чĕртсе яма ăсатрĕ. Çавăнпа Сахар Чулçырмана чехсем кайнă хыççăн икĕ уйăхран тин çуна çулĕпе пырса çитрĕ. Çичĕ çул курман çыкна ялйышсем хĕлĕпе хăна тăвĕччĕç. Ниçта та хăна пулса çӳремерĕ Сахар, пĕр Мăрзабай патне кăна канса килчĕ. Пĕлет Сахар: Мăрзабай Павăлĕ ăслă çын, хресчен пурнăçĕнче тарăн тымар янă. Ялта хисеплеççĕ ăна. Ун кăмăлне пĕлни ĕçе пăсмĕ… Хуçа тӳрех хăйĕн шăллĕн ятне, Сахар тусĕн ятне, асăнни иккĕшне те кăмăллă сăмах пуçлама май пачĕ. Пĕрне-пĕри вăрттăн сăнаса, хушăран юптаркаласа та калаçрĕç ĕлĕкхи старшинапа паянхи коммунист. Тайман Сахарĕ, тӳррĕн ним тĕпчемесĕрех, хуçа кăмăлне лайăх туйса илчĕ, ялти ĕçсем пирки пĕлкелерĕ. «Ялти ĕçсем киревсĕртерех иккен, ыран тата Лешеккине кайса килес», — шухăшларĕ Тайман Сахарĕ Мăрзабай патĕнчен таврăннă чух. Шăп Çĕнĕ çул умĕн яла Шатра Миккапа Пали таврăнчĕç. Сурхури каçĕ яланхи пекех пуçланчĕ. Ача-пăча йăва пухса çӳрерĕ, каччăсем кĕрпе, çу пуçтарчĕç, хĕрсем улах пӳртре пăтă пĕçерме хатĕрленчĕç. Шатра Микка арăмĕ, упăшки пекех пĕчĕк те кернексĕрскер, куççуль юхтара-юхтара, улма икерчи пĕçерет. Савăннипе макăрать вăл. Амăшĕ йĕрет, ачисем çухăраççĕ. Микка хăй — арăмĕпе пĕрле йĕресшĕн те, ачисемпе пĕрле çуйăхасшăн та… Луччă йĕрес мар, çуйăхас терĕ вăл: пӳрте пĕр çĕклем ыраш улăмĕ йăтса кĕрсе çĕр урайне сарчĕ те çавăнтах ачисемпе пĕрле чикелене пуçларĕ. Миккан пĕр пӳлĕмлĕ тăм пӳртне икĕ каччă пырса кĕчĕ. «Сурăх ури — сурхури!» — текелерĕç те сасартăк шăпланчĕç. — Ĕлĕкхи пекех, пиртен кĕрпе-йăва ыйтмастăр. Юмах яртарас тетĕр пуль мана, — сăмах хушрĕ вара хуçа, ура çине тăрса. — Патша юмахĕсем пĕтрĕç. Патши те пĕтрĕ, юмахĕ те юлмарĕ. — Патша юмахĕ кирлĕ мар, — терĕ пĕри, хăюлланса. — Пĕлтĕр пире Мишша-салтак çĕнĕ юмах ярса пачĕ. Малалли тепĕр сурхури çитсен пулать терĕ. Эс Мишша-салтакпа пĕрле ялтан тухса кайрăн, унăн юмахне пĕлетĕн пуль, çавна ярса парăн. Пырах ĕнтĕ, Микка пичче. Юмахсăр сурхури — çусăр пăтă пекех вăл… — Ара, кĕтсех тăрăр! Çынни ларса та канман-ха… Апат та çимен. Хамăр та ашшĕне курса савăнаймарăмăр. Пымасть, пымасть юмах яма. Урăххине чĕнĕр, — çĕтĕлчĕ пĕчĕк хĕрарăм. Пукане пек ачисем ашшĕне уртăнчĕç, «ямастпăр, ямастпăр», — тесе çухăрчĕç. — Чимĕр-ха, чĕмересем, ан уртăнăр! — ачисене сирчĕ те юмахçă каччăсене лăплантарма васкарĕ. — Çĕнĕ юмах ярса парасах пуль сире. Юрĕ. Юмахĕн вĕçĕ халĕ те çук-ха, пуçĕ пур — ярса парăп. — Кай, кай, каскăн пуç! Тĕнче касса çӳреме вĕрентрĕ пуль сана хусах Мишша-салтак… Паçук инке каллех çĕтĕле пуçланăран, каччăсем пăшăрханса ӳкнĕччĕ. Çук, ĕç пăсăлмарĕ. Микка пичче арăмне пырса кăтăкларĕ те, иккĕшĕ те вĕсем ахăрса кула пуçларĕç. Юлашкинчен Паçук инке каччăсене çатма аврипе юнаса: «Пырĕ-çке, пырĕ, чупăр», — терĕ. Альтук акка патне кăçал юмах итлеме урăх урам каччисем те пухăнчĕç. Вĕт-шакăр ачасем халь пĕлтĕрхинчен йышлăрах. Хветюк каччăсем çумне явăçтарса хăварчĕ вĕсене пĕлтĕр. Пали ывăлĕ Пантюк та, Тарас та кунта. Юмах итлекенсем пĕр пӳлĕме шăнăçаймарĕç, алăк уçмалла пулчĕ. Юмах вăрăма кайрĕ. Çĕнĕ йăла таçтан сиксе тухрĕ тата: ĕлĕк юмах итлекенсем пурте шăппăн итлесе ларатчĕç, юмахçă пĕр палăртса хунă çултан пăрăнмастчĕ. Халь итлекенсем, сăмах хушса, мĕн те пулин ыйтса, юмах йĕрне пăрса яраççĕ. Отрядра мĕн пулнисене, Чапаев пирки мĕн илтнине, Якаль хыпарĕсене тата Ленин çинчен юлташсенчен мĕн илтнине — пĕтĕмпех юмахласа, килĕштерсе каларĕ хĕрлĕ юмахçă Шатра Микка. Альтук аккапа хĕрсем те сурхури пăтти çинчен мансах итлесе тăчĕç. Пăттине малтан çунтарса ячĕç, кайран сивĕтсе пăрахрĕç. Çапах кăçалхи сурхури пăтти, Шатра Микка юмахне итленĕ хыççăн, нихçанхинчен те тутлăрах пулнăн туйăнчĕ. — Юмах вĕçне хăçан каласа парăн? — ыйтрĕ тахăшĕ. — Вĕçне тăвас пулать-ха, ăна тума, тен, эсир те пулăшăр, — терĕ юмахçă. — Вĕçĕ, тума пĕлсен, ытарайми хитре пулать. Тарас, киле таврăнсаи, Шатра Микка юмахне ашшĕне каласа пачĕ. — Пичче пуринчен те паттăр ерой. Ана чи пысăк комиссар хăй мухтанă, — терĕ вăл юлашкинчен. … Çĕнĕ çул кун ирхине Тайман Сахарĕ Шатра Миккан пĕчĕк пӳртне пырса кĕчĕ. Хуçа хăйĕн ачисем валли юмах ярса ларатчĕ. Урайне сарнă улăм купи çинче ăна кӳршĕре пурăнакан Ахтем Макарĕ те итлесе выртать. Юлташĕсем вăрмана тарнă вăхăтра вăл вилес пек чирлĕ пулнă. Халĕ те сывалсах çитмен-ха. — Кӳршĕ ялта сана куртăм вĕт, Сахар пичче. Пирĕнпе калаçасшăн пулмарăн. Палламарăн-и е çапла кирлĕ пулнă-и ун чух? — сăмах пуçларĕ Макар пĕрне-пĕри сывлăх суннă хыççăн. Калаçу пуçланчĕ. Тата Елĕм-Чĕлĕм Палине те чĕнтерме хушрĕ Сахар. Вара, урайенчен улăм çине выртсах, шăкăлтатса калаçрĕç паян тин çывăхланса çитнĕ çынсем. Ялйыш тĕлĕнтерчĕ Сахара. Елĕк мĕскĕн сăнлă курăнакан çынсем халь йăлтах улшăннă. Паллаймăн. Хăйсен этем тивĕçлĕхне туйса, хальхи улшăнусен майне-шывне пĕлме, ăнланса илме тăрăшаççĕ. Шатра Миккапа Пали Сахар ялтан кайнă чухнех авланнă çынсемччĕ. Ахтем Макарĕ çамрăкчĕ. Халь вăл та салтакра пулса курнă. Пур енчен те хитре çын. Чĕлхи çивĕч. Хăй ăслă та таса кăмăллă пулмалла. Асĕ те, чысĕ те куçран пăхсанах курăнать. Сахара ăсатма çынсем урама тухрĕç. Унта Чахрун Мишши иртсе пынине курса голчĕç вĕсем. Лешĕ, ботинкине хывса, кăçатă тăхăннă. Сăран атă тăхăнса кураймасть пуль çав, мĕскĕн. — Çакăнта ĕнтĕ вăл — пирĕн Совет влаçĕ, — терĕ Макар, тутине йĕрĕнчĕклĕн пĕркелентерсе. — Хамăртан çеç килет, — хуравларĕ Сахар. Сахар таçта-таçта та ĕçлесе, кĕрешсе, çапăçса курчĕ; халь акă унăн тăван ялта ĕçлеме тнвет. Халлĕхе пĕччен-ха вăл кунта. Малтанхи большевиксемпе большевик пулма хатĕр çынсем ялтан кайса пĕтнĕ. Вăрçăра халăх ирĕкĕшĕн юн тăкаççĕ вĕсем. Пĕччен темех тăваймăн. Тивĕçлĕ çынсене, шанчăклă юлташсене шыраса тупас пулать. Пур вĕсем ялта, пур! Шатра Микка паян тесен паян партие çырăнма хатĕр. Пали килĕшес çук пек. Партизанта пулса та кăмăлпа улшăнса çитеймен-ха. Пĕркун шӳтлесе çеç: «Эрех ĕçме чаракан партие çырăнмастăп», — терĕ. Анчах шӳчĕ те, чăнлăхĕ те пулчĕ пуль çак сăмахра. Ахтем Макарĕ мĕнле-ши тата? Ку — тĕплĕ шухăшлакан çын, пĕр килĕшсен, вара çирĕп коммунист пулать вăл. Пашка Ваççипе те калаçса пăхсан юрать… Лешеккинче те ик-виçĕ çын тупрĕ Сахар. Гревцевпа Галкин — Ахтем Макарĕ евĕрлĕ çынсем. Макар пекех, çулла партизана кайманшăн ӳкĕнеççĕ, халĕ Совета путсĕртерех çынсене суйланăшăн кӳренеççĕ. Хăйсем ун чух Хайкинпа хирĕçме асăрханнă. Тата халь кăна яла таврăннă Ольăпа, ун урлă пĕр çамрăк хĕрпе паллашрĕ Сахар. Гимназире вĕреннĕ, учительница пуласшăн. Чулçырмара пĕлтĕрсеиче хресчен пӳртĕнче ĕçлеме пуçланă пĕр класлă шкул учитель çуккипе уçăлман кăçал. Çавăн пирки паллашрĕ те Сахар Тоня Фироновăпа. Фиронова… Астăвать Сахар: 1905 çулта кунти хресченсем те пăлханнăччĕ. Киселев именине тапăннăччĕ. Фи-ронов хушаматлă çамрăк вырăс чиркӳ умĕнче пухăннă халăха хĕрӳ сăмах каларĕ. Кайран Фироновсен икĕ ывăлне стражниксем тытса кайрĕç. Иккĕшне те Çĕпĕре ăсатнă терĕç. Тоня çавсен йăмăкĕ иккен. Халь амăшпе иккĕшех пурăнаççĕ. Вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлесе курман-ха, тин ĕçлеме пуçласшăн. Хулана кайса ĕç ыйтма та именет хăй. Сахар гимназисткăпа калаçса курчĕ. Пиччĕшсен çырăвĕсене кăтартрĕ именчĕк хĕр. Ссылкăран çырна çыравĕсем те пур, хальхисем те. Халь асли кăна çырать ĕнтĕ. Кĕçĕнни, граждан варçи пуçлансан, фронтра пуçне хунă. Асли Мускавра Продовольстви комиссариатĕнче ĕçлет. Тони политикăллă кĕнекесем те вуласа курнă, пиччĕшĕсемшĕн тунсăхланипе, хăй те политика пирки нумай шухăшланă. — Пиччӳсен çулĕпе кайма шухăшламастăн-и? — ыйтрĕ Сахар чылай калаçкаласа ларнă хыççăн. — Коммунистсен партине кĕмелле сан. Пире вереннĕ çынсем тем пек кирлĕ, хĕрарăмсенчен — пушшех. — Кăмăлпа халь тесен халь хатĕр, — терĕ Тоня. — Пултараймăп тесе хăратăп. Пурăнса та, ĕçлесе те курман. Çын кулли пулса тăрăн. Оля та хăйĕнпе пĕрле партие çырăнма чĕнет мана. Эпĕ ăна та, хама та чарса тăрап-ха. Ытла çамрăк эпир. Хулара пулсан, пырĕччĕ. Ялта хăрушăрах çав. Авторитет пулмĕ. Унсăрăн усă кӳриччен ытла сиен кӳрĕпĕр партие… «Тăнлă калаçать. Еçлеме пуçлатăр-ха. Учительницăра ĕçлесен, авторитет та пулать. Малтан арçынсенчен ячейка йĕркелер. Каярах хĕрарăмсем те хутшăнĕç. Ял ĕçне халех пĕчĕккĕн хутшăнтарас», — шухăшласа хучĕ Сахар. Каллех Ревком çулĕпе Ольăпа Лешеккинче мар, Чулçырмарах, Селĕп Кирилен тăм пӳртĕнче, паллашрĕ Сахар. Лешĕ, халь кăна яла таврăннăскер, тӳрех Чулçырмана чупнă. Тараса тунсăхланипе çеç мар, ун ашшĕпе, Рамаш ашшĕпе, паллашма васканă вăл: ун пирки хуларах Авандеев юлташран пĕлнĕ. Паллашрĕç те пĕрне-пĕри хытă кăмăлларĕç вĕсем. Анчах калаçасса пулас кинпе хуняçа пек мар, партизанта пулнă çын коммунистпа калаçнă пек калаçрĕç: хула хыпарĕсене сӳтсе яврĕç, ялти ĕçсем пирки пĕрле ларса шухăшларĕç. — Мансах кайнăччĕ, — хыпăнса ӳкрĕ юлашкинчен Оля. — Тимофей Степанович сире хальтерех хулана пырса кайма хушрĕ. — Хулана кайма хамăн та пысăк сăлтав пур, — терĕ Сахар. — Унччен çак халь каланă ĕçсене туса ирттермелле-ха. Ку ĕç пирки Сахар тăван яла килнĕренпе нумай шухăшланă. Тук икĕ енĕпе те Совета юрăхсăр çынсене суйланă. Лешеккинче ял Совечĕ пурриие çукки палăрмасть те. Вырăс чăваш енне çӳреме хăнăхман. Совет членĕсем хăйсем хушшинче пухăнса канашламаççĕ. Ку енче те Чахрунсемпе Мирскисем Совет ĕçне тивĕçлĕ тăвас вырăнне пăссах тăраççĕ, продразверстка ĕçне арпаштарса янă, çынсене вăрçтарса пĕтернĕ. Çĕнĕ суйлав ирттерме Куçминккарисем ирĕк памĕç. Вĕсене ӳкĕте кĕртме сăлтав, çиелтен пăхсан, çителĕклĕ мар пек. Хулана, Тимкка патне каяс пулать. Сăлтав пирки шухăшланă майăн пĕр тĕрлĕ план çирĕпленчĕ Сахар пуçĕнче. Чулçырмапа Сухоречкăна хут çинчи ял ячĕ çеç (Каменка) пĕрлештерсе тăрать. Ун пек туни патша вăхăтĕнчи йĕркеренех килнĕ пуль. Çĕнĕ йĕркене килĕшмест вăл. Тĕрĕссипе шутласан, икĕ чылай пысăк ял кунта: Чулçырмара виççĕр килĕ, Лешеккинче — икĕ çĕре яхăн. Пĕр ĕçлемен Совет вырăнне икĕ ĕçлекен Совет тăвас. Власть тени халăха çывăх пултăр, кашни хĕрарăмиа тăван чĕлхепе калаçтăр. Çак ĕçе пĕлтĕрех Радаев пуçласа янă-мĕн, анчах вĕçне çитереймен… Кун пирки хулана каймаллах çав. Унччен икĕ уйрăм пуху ирттерсе хутсем тумалла. Чулçырмара та, Лешеккинче те Сахарăн çĕнĕ юлташĕсем ырларĕç ун шухăшне. Пухусем чăвашра та, вырăсра та чиперех, пĕр чăрмавсăрах иртрĕç. Чăрмавĕ унччен, пуху пухас пирки пулнăччĕ. Сахар ăнланса та илеймерĕ: те тăшмансем, те тăмсайсем темле кăшт кулăшларах хăтланчĕç. Сахар чăвашсене пухăва уйрăм пухас пирки Чахрун Мишшипе калаçнă чух Мирски Тимук хăлхине тăратрĕ. Председатель, Сахара хирĕç ним калама аптраса, хăйĕн юлташĕ çине пăхса илчĕ. Лешĕ вара сĕтел патне çывхарчĕ. — Пуху пухмастпăр! — терĕ вăл хăйĕн кăчăрти сассипе. — Анархи вăхăчĕ пĕтрĕ ĕнтĕ. Халь — законлă Совет влаçĕ, чухăнсемпе батраксен влаçĕ. Кашни иртен-çӳрен пуху пухас тесен, мĕн пулĕ вара? Кам эс пирĕншĕн? Никам та мар. Эс Каменка çьтнни мар, Пасарлăял çынни. Пуху пухсан та, сана унта кĕртместпĕр… — Вот çапла, çапла! — терĕ вара Чахрун та. — Эпир сана пĕлместпĕр, Захар Матвейчă. Кам эсĕ? Пирĕншĕн никам та мар. Сахар тута вĕççĕн çеç кулни сухал витĕр çынна палăрмарĕ. — Чухăнсемпе батраксен влаçĕ пулса, ревкома пăхăнатăр-и эсир? — ыйтрĕ вăл лăпкă сасăпа. — Пăхăнмасăр вара! Хайкин юлташа пăхăнатпăр эпир — Тимук мĕн каласса кĕтмесĕрех çапла хуравлама хăрамарĕ председатель. — Уес ревкомне те пăхăнатăр пуль-ха? — Ытла çӳле кармашатăн, — кăчăртатрĕ Мирски Тимук. — Хулана кайма инçе. Эс Куçминккаран та пулин хут илсе кил, анчах кайма лаша памастнăр. Çуранах кай. — Эп санпа калаçмастăп-ха, Тимофей… Аçу ятне илтсе курман, каçар уншăн. Хут кирлĕ пулсан, ак сире хут, уес ревкомĕ çырса панă мандат. Çапла каларĕ те Сахар хут кăларнă чух кĕрĕк аркине сирсе ячĕ. Кĕрĕк айĕнчен Кăяш Тимкки Сахара парнеленĕ сăран пиншак курăнчĕ. Пиншакне кăна мар, тата кĕске пăшалне те курса юлчĕ Чахрун Мишши. Вара вăл хутне вуламасăрах. вĕтеленсе ӳкрĕ: — Юрĕ, юрĕ, Захар Матвейчă. Пуху пухăпăр. Халех чĕнме ярăп. Мирски Тимук, Сахар хыçĕнче тăраканскер, унăн сăран пиншакне те, наганне те кураймасăр юлчĕ. Председатель ун сăмахне итлемесĕр «иртен-çӳрене» пăхăннăшăн вăл тарăхса кайрĕ, алăка шанлаттарса хупса хăварчĕ. … Смоляков патне чупрĕ-ха вăл. Анчах лешĕ килте пулмарĕ. Вара Тимук ирĕксĕрех пуху пирки хăйĕн хуçине систерес терĕ. Мăрзабай, тарçăпа яланах шӳтлесе калаçаканскер, халĕ Тимука вăрçса тăкрĕ: — Ухмаха пуççапма хушсан, вăл çамкине çапса çĕмĕрет, теççĕ вырăсла. Ман сăмахран тухса, иртĕнме тытăнтăр. Халь ман патах килтĕн тата? Чăлах хăта патне е Хаяр Макар патне чуп. Совет влаçĕсем!.. Чăн-чăн Совет влаçĕ яла ак хăçан килсе çитрĕ. Çавна та курма пĕлместĕр. Унпа ыррăн калаçса, ун шухăшне пĕлме тăрăшас вырăнне хирĕçме тытăннă. Мана Мăрзабай хуçа çапла хушрĕ, — темеллеччĕ тата. Ас çитерĕн эс. Чахрун Мишши те санран темиçе хут ăслăрах иккен… Кун пек мăшкăллă сăмах хальччен хуçаран илтсе курманччĕ Тимук. «Чим-ха, тата кăшт тӳсем. Чăнах батрак пулса, сан çур хуçалăхне туртса илĕп. Е урăхла ташлаттарăп», — вĕчĕрхенчĕ Тимук, анчах халех хуçапа хирĕçме шутламарĕ. Кирлĕ хутсем тунă хыççăн Сахар хулана васкарĕ. Хăйпе пĕрле вăл пулас учительницăна та лартса кайрĕ. Антонина Павловна чăвашра ĕçлеме хавасланса килĕшрĕ. Хулари икĕ чаплă керменте те пулчĕ Сахар. Икĕ чаплă çурт пур Пăслăкра: пĕрне чăвашсем Шурă çурт теççĕ, теприне — Ула çурт. Пĕринче ĕлĕк земство пулнă, тепри — Киселев улпут керменĕ. Халь икĕ çурчĕ те халăх аллинче ĕнтĕ. Елĕкрех, хулана килсен, Сахар çав çуртсем умĕнче, пуçне каçăртса, чылайччен киленсе пăхса тăратчĕ. Ула çурт умĕнче вăл хальхинче те вăрах тăчĕ. Ула çурчĕ чăн та темиçе тĕслĕ. Ана темле ялан çуталса тăракан симĕс кăвак тăваткал кирпĕчрен купаланă. Ун тăрринче темиçе шĕвĕркке башня пекки, чĕнтĕрсем, çамки çинче — виçĕ юланут: вырăс халăхĕн паттăр улăпĕсем — Илья Муромец, Добрыня Никитич, Алеша Попович. Сахаршăн паллакан çынсем пек курăнакан пулнă ĕнтĕ вĕсем. Сăрласа тунă ӳкерчĕк мар, чултан шăратса тунă тейĕн. Еç пирки мансах, тата тем чул иăхса тăратчĕ пуль Сахар, — такам ăна, хыçалтан пырса, хул айĕнчен тытрĕ. — Сана тĕп архитектор тумалла пулать пуль, Сахар пичче, — ăшшăн кулса, юри чăвашла, юрнех тата чăваш йăлипе, «пичче» тесе çавăрса хучĕ таçтан килсе тухнă Авандеев. — Тепре çуралмалла пулсан, вĕренĕттĕм, тен, чăн та архитектор пулăттăм, — терĕ Сахар. — Ан кул, Тимкка, тупата туршăн, пултарăттăм. Юратнă ĕçе вĕренме те, тума та савăнăçлă. — Кулмастăп. Шанатăп. Халех сана архитектор тăвăпăр. Ашне кĕрсе курман пуль-ха. Атя, кĕрер. Çакăнта ĕнтĕ халь пирĕн штаб. Çапла каларĕ те Кăяш Тимкки, Сахара алăран тытса, кĕленче алăкран илсе кĕрсе кайрĕ. — Анчахрах хитре çуртра хитре кабинет туяннăччĕ, ларса пулмарĕ. Паян юлашкп кун кунта ĕçлетĕп. Самара чĕнтереççĕ. Губкома е ревкома та мар, — тӳрех Хĕвелтухăç фронт штабне. Эс паян килсе çитмен пулсан, мана урăх курмасăрах юлаттăнччĕ. Каялла таврăнмалла пулмасть пуль çав, — калаçма пуçларĕ Тимкка, иккĕмĕш хутри пĕр пӳлĕме кĕрсе. Сахара çемçе пукан çине лартрĕ, хăй лармарĕ, пӳлĕм тăрăх уткаласа çӳре пуçларĕ. — Ĕçсем мĕнле унта сирĕн, кĕскен каласа пар… Сахар малтан Чулçырмари чухăнсемпе батраксен «влаçĕ» пирки каласа кăтартрĕ. Кун пирки нумай калаçма памарĕ ăна Авандеев, пӳлчĕ. — Пĕлетĕп, — терĕ вăл. — Çын çуккнпе ялта нихçан пулман юлташа ямалла пулчĕ Куçминкка вулăсне. Халь Хайкин юлташа хăйне майлăрах ĕç тупса патăмăр. Çĕнĕ театр йĕркелеме хушрăмăр ăна. Вара Сахар хăйĕн ĕçĕ пирки тĕплăн ăнланмалла каласа пачĕ. — Те архитектор тумалла сана, те пĕр-пĕр наркомнац тумалла, — кулса ячĕ Самлей чăвашĕ. — Ку ыйту черетре-ха. Эс пуринчен малтан пуçласа ятăн пулать. Хăвах пĕлен, уесра чăваш ялĕсем вăтăртан ытла. Кĕпĕрнере вĕсем темиçе çĕр. Нумайăшĕ вырăспа хутăш ялсем. Вĕсем пирки шухăшламалла пулать пуль. Тĕттĕм халăхшăн çĕнĕ власть тăван чĕлхепе калаçни темрен те хаклă ентĕ. Анчах ĕçе тĕплĕн тумалла. Халь губком çумĕнче чăваш секцийĕ уçăлнă… Чим-ха, сана калама мансах кайнăччĕ. Воробьев тупăннă. «Вилĕм пуйăсĕпе» ăсатнă пулнă ăна. Воробьев таçта, Çĕпĕре çитсен, тарма май тупнă, вагон урайне çĕмĕрнĕ те шпалсем çине тухса ӳкнĕ. Вăл, сан Рамашу пекех пĕчĕк те харсăрскер, пуйăс айне те сикме хăраман. Ыттисем хăшĕ хăранă, хăшĕ вырăнтан хускалайми выртнă. Пĕри те чĕрĕ юлман, теççĕ. Темиçешер кун апат та, шыв та памасăр асаплантарнă çынсене. Çитменнине тата, тиф чирĕ те хирнĕ… — Чĕрчун амăшне асап кăтартса çуралать, — терĕ вăл пăртак чĕмсĕр утса çӳренĕ хыççăн. — Революци те асапсăр пулмасть. Темиçе çула пырĕ-ха халăх асапĕ. Ана пĕлсех тăратпăр эпир, анчах халăха çакăн пек нимсĕрех тискерлĕ асаплантарни ăша вĕчĕрхентерет… Нумай калаçрĕç наян авалхи туссем. Сахара кунта Авандеев пысăк ĕçпе чĕнтернĕ-мĕн. — Ялта кулаксем хирĕçнине кура, халăха пĕтĕçтерес шутпа, парти чухăнсен комитечĕсем тума хушрĕ. Ытти çĕрте вĕсем пĕлтĕртенпе ĕçлеççĕ. Самар кĕпĕрнинче çав ĕçе тин тытăнатпăр-ха, — пуçларĕ вăл хăй сăмахне. Сахарăн Куçминкка вулăсĕнче ревком пуçлăхĕ пулмалла иккен. Кашни ялтах чухăнсен комитечĕ тумалла. Хайкин йĕркелеиĕ ял Совечĕсене те тĕрĕслесе тухмалла, кирлĕ пулсан, çĕнĕрен суйлав ирттермелле. Продразверстка ĕçне те тĕрĕс майлаштармалла. Тата ялти пуянсене контрибуци тӳлеттерме тивет. Камран мĕн чул тырă, мĕн чул контрибуци укçан илмеллине тĕрĕсрех, хуçалăхне-пурлăхне кура палăртмалла. Кулакăн кăмăлне, шухăш-ĕмĕтне асăрхаса тăмалла. Паянхи ялти задачăсем çакăн пек. Сахар кăшт та пулин çемйишĕн, тăван ялĕшĕн ытларах ĕçлеме шухăшланăччĕ. Анчах кăмака çинче ăшăнма вăхăт çитмен иккен-ха. Çитменнине тата, унăн халь кăмаки те çук. — Архитектор пуласшăн эс, Захар Матвеевич, — терĕ Авандеев, йĕпхĕм хура куçне ялтăртаттарса. — Юрĕ. Куçминкка вулăсĕнче теп архитектор пулăн. Революци татăклă çĕнтерсен, çĕнĕ пӳрт-çуртсем тума архитекторсем тупăнĕç. Тен, сан ывăлусемех архитектора вĕренĕç. Халь çĕнĕ тĕнче тума пултаракан архитекторсем кирлĕ. Эсĕ çавăн пек çĕнĕ пурăнăç архитекторĕ пулатăн та ĕнтĕ… Чулçырмапа Сухоречкăна халех уйăрма пулать. Вĕсем чăн та уйрăм ялсем. Хутăш ялсенче вăл ĕçе тума тăхтас пулать-ха. Ун пирки Самартан ыйтăпăр, кирлĕ пулсан, Мускава та çырса пăхăнăр. — Тепĕр ĕç, Тимофей Степанович. Чулçырмара учитель çук. Шкул çурчĕ те кирлĕ. Ялсене уйăрнă чухне чиркӳ çумĕнчи просвирня çуртне чăваш енне куçармалла тăвасчĕ, — ялти ĕçсем пиркиех вĕтеленчĕ Сахар. — Ку вăл ман ĕç мар ĕнтĕ, — терĕ Авандеев, Сахара пӳлсе. — Шкул ĕçĕсем пирки калаçма хăвăн авалхи тусу патне кай. Халь вăхăтлăха çутĕç комиссарĕ Фрол Тимофеевич Ятросов. Мĕн кирлине майлаштареа парĕ вăл сана… Сахар Ятрус Хрулккине курмании вунă çул ытла. Çавах вĕсем пĕрне-пĕри куçран пăхичченех палларĕç. Шурă çуртри пысăк пӳлĕмре — тăват-пилĕк сĕтел. Сылтăм кĕтесре Хрулкка пĕр çамрăк йĕкĕтпе калаçса ларать. Тем мăкăртатса вăрçать вăл йĕкĕте. Сахар çавăнталла пăрăннăччĕ, каялла çаврăнса пăхрĕ те, Тоня ун хыççăн кĕменнине курсан, чарăнса тăчĕ. Çав самантра ăна Хрулкка сасă пачĕ. — Кунта эпĕ, Захар Матвеевич. Килтĕн-тĕк, ирт тĕпеле, халех тухса ан тар ĕнтĕ. Сахар чĕннĕ çĕреллех утрĕ. — Пăх-ха эс çак услапа! — Хрулкка ăна хăйсем ĕнер кăна уйрăлнă пек алă пачĕ те йĕкĕте каллех вăрçа пуçларĕ. — Çамрăк пуçпах пукан çинче йĕм çĕтсе ларасшăн. Делопроизводитель пулма килнĕ кунта! Должность ятне кура, пысăк начальник пулап, тет пуль. Хăй учитель пулмалăх вĕреннĕ-ха, çапах учитель пуласшăн мар. Мĕн тӳрĕпе? Чăваш ялне каяс килмест. Хула çынни пуласшăн. Хулари мещенсен пурнăçне сăхланнă, çавăнпа: «Эп чăвашла калаçма та маннă», — тесе хăйне хăй элек тăвать. Мантарăп эп сана! Эп санран нумай вĕреннĕ, сан пек лапăртатас тесен, ĕлĕкхи пурнăçра столоначальник, статский советник пулма пултарăттăмччĕ. Эп сан аçу, аслаçу темелле. Ман сăмаха итлемесен, йĕплĕ хулăпа тивертĕп е… саботажник тесе, тĕрмене хупса лартăп. Çапла каларĕ те Хрулкка ват çынла лĕхлетсе ячĕ. — Хăлхаран пăрасчĕ сан йышшисене, — терĕ вăл каллех, кулма чарăнса. — Ан тар ялтан! Ан пис чăвашран! Ан вăтан чăваш ятĕнчен. Çĕкле ăна, мухтава тивĕçлĕ ту. Халь епле анлă çул уçăлчĕ пур вак халăхшăн та. Чăваша та пĕтĕм тĕнче пĕлекен пулĕ. Иĕкĕчĕ комиссар çапла пĕрре мар çĕтĕлнине итлесе курнă пулас: пĕр хăрамасăр-аптрамасăрах, йăл кулса итлесе ларать. — Ĕнерех учитель пулма килĕшрĕм, Фрол Тимофеевич вара паян та виçĕмкунхишĕн вăрçать, — терĕ йĕкĕт, Сахарпа кăна калаçнă пек. Унтаи Хрулкка умне тăрса, ват çынна вăрçтарас тенĕ пек, юри вырăсла сӳпĕлтетрĕ: — Ĕненĕр мана, Фрол Тимофеевич! Сирĕншĕн çеç, сире атте вырăнне хурса хисепленĕрен кăиа, учитель пулма килĕшмен. Атту пулсан, чăнах де-ло-про-из-во-дитель пулаттăм. Ячĕ мĕн тĕрлĕ! Ге-не-ра-лйс-симус тенĕ пек янрать. Чăвашсене мар, пӳлĕмри вырăссене те култарса тухса кайрĕ аптраман чăваш ачи. Сахар мĕн ĕçпе килнине пĕлсен, Хрулкка йĕкĕте васкаса ăсатнăшăн ӳкĕнчĕ. — Чулçырма пирки мансах кайнă эпĕ. Арланова сирĕн пата ямаллаччĕ. Фиронова валли пĕр-пĕр вырăс ялĕ тупса парăттăмăрччĕ, — терĕ вăл. — Ачи кăмăла кайрĕ-ха. Кăшт Рамаша аса илтерчĕ вăл мана. Анчах Фироновăна урăх яла яма юрамасть. Амăшĕ унăн ватă та чирлĕ. Пăхакан çук. Тепĕр енчен, вăл пирĕншĕн унта темле чăвашран та хаклă çын пулать. Партие халех кĕме хатĕр вăл. Чăвашла калаçма пирĕн енче ĕçлесе час вĕренĕ. Халăха пĕрлештерес ĕçре вăл пире нумай усă кӳрĕ. Хрулкка Сахарпа килĕшрĕ. Анчах Чулçырма шкулĕ валли вырăсран çурт куçарас пирки çуркуннеччен тăхтама хушрĕ. — Вăл ĕçе уес исполкомĕ йĕркелесен майлаштарăпăр. Халь Лешеккисене вăрçтарни кăна пулĕ, — терĕ вăл. Юлашкинчен Хрулкка Фироновăна чĕнме хушрĕ, хăйĕнпе паллашса, унăн хучĕсене тĕрĕслес терĕ. Тоньăна чĕнме тухсан, Сахар тĕлĕнсе кайрĕ. Хайхи йĕкĕт хĕре хулран çаклатнă та урам пек сарлака коридорпа уткаласа çӳрет. — Килес çул сирĕн пата ĕçлеме иыратăп, Захар Матвеевич. Сирĕн пирки мана Антонина Павловна каласа пачĕ, — терĕ йĕкĕт. — Çăмăлттай тесе ан шухăшлăр ман пирки. Фрол Тимофеевич ăс кĕрткелерĕ мана. Ман çăмăлттайланни вăл ытларах чухăн пурнăçран килнĕ. Хулари çынсем умĕнче сăмах чĕнмесĕр хăраса мĕскĕнленсе çӳрес килмест, ак Антонина Павловна пĕлет мана: эпир унпа ĕлĕкех, хулара вĕреннĕ чух, паллашнăччĕ. — Пыр, пыр! — хĕпĕртерĕ Сахар. — Килес çул, чăн та, пире тепер учитель кирлĕ пулать. Унччен шкул çуртне те тăвăпăр. Кăнтăрла ĕçсене çапла майлаштаркаларĕ Сахар. Каçпала вокзала Кăяш Тимккине ăсатма кайрĕ. Асатакансем татах та пынă-мĕн. Ревкома ĕлĕк уком секретарĕ пулнă Ильин юлташа хăварать Авандеев. Вăл Сахара çав Ильинпа паллаштарчĕ. Авандеева ăсатса таврăннă чух Ильин хăй те Сахарпа нумай калаçрĕ. Юлашкинчен: — Ыран штаба кĕрсе тух, пĕр вунă винтовка илсе кайăн, — терĕ. — Пирĕн уесра та кулаксем халăха пăлхатма тытăнаççĕ. Çав пăлхавсене пусарма хатĕр пулмалла пирĕн. Ялти ĕçсене Тук икĕ енĕпе те пĕтĕмпех йĕркелесе янă хыççăн Тайман Сахарĕ, çемйине Селĕп Кириле патĕнчен Мулла Анукĕн пӳртне куçарчĕ. Фрол Тимофеевич хăй ăна çапла хушса ячĕ. — Анăçсăр хĕрĕм шуррисемпе çапăçма кайрĕ, пӳртне- çуртне пăрахса хăварчĕ. Лаши те, ĕни те пур вĕт. Пурăнăр савăнса. Лаша кулаксенчен ыйтса тăмалли пулмĕ. Хăвăн лашуна кӳлнĕ пекех кӳлсе çӳре. Хуçи, тен, таврăнаймĕ те, — терĕ вăл, кăшт хурланса. Лисук: «Тинех, çынсем пек, уйрăм пӳртре, çемьепе пурăнатпăр ĕнтĕ», — тесе савăннăччĕ. Çук çав, каллех пурăнса пулмарĕ. Сахар кунта куçнă куннех лаша кӳлчĕ те хăйĕн Куçминккана каймалли çинчен пĕлтерчĕ. Хăçан таврăнасси паллă мар, терĕ вăл. Макăрса та, ӳкĕтлесе те пăхрĕ Лисук. Юлашкинчен хӳхле пуçларĕ: — Икĕ ывăл ача çуратрăм, пурăнмарĕç. Эс салтака кайнă чух йывăр çын пулса юлтăм, сансăр хĕрача çуратрăм, ăна та сансăрах, Тараспа иксĕмĕр макăрса пытартăмăр. Эс килте пулсан, тен, вăл та вилместчĕ-и? Ун чух, выçăллă-тутăллă пурăннипе, сĕт пĕтсе ларчĕ… Санран çамрăккисем килте пурăнаççĕ. Кам килтен хăвалать сана… Ма ман шăпам çав тери мĕскĕн-ши?.. Çилленчĕ те, хурланчĕ те Сахар Лисук çапла хӳхленĕ вăхăтра. Анчах ырă кăмăллă мĕскĕн хĕрарăма ним каласа йăпатма та пĕлеймерĕ. — Ниçта та каймастăп, кунтах, çывăхрах пулатăп. Киле час-часах килсе çӳрĕп. Куçминкка, мĕн, инçе-им вăл? Çуран çур сехетре чупса çитме пулать, — текелесе, Сахар килкартине тухрĕ. Кĕçех хапха уçăлчĕ, Мулла Анукĕн ула лаши Тайман Сахарне каллех ревком çулĕпе илсе кайрĕ. Пӳртре Лисук хӳхлени илтĕнсе юлчĕ. Пĕрремĕш абонент Мăрзабай кивĕ пурăнăç саккунĕсене лайăх пĕлетчĕ. Пĕлетчĕ кăна мар, вĕсене ырлатчĕ те вăл. Ырлани те сахал: çав саккунсене тĕрĕс тытса пыратчĕ, хăй вара халăхшăн ырă тĕслĕх пулма тăрăшатчĕ. Анчах уншăн та мар, хăй старшина пулнăран та мар, — урăх тивĕçшĕн вăл хăйне пĕтĕм Российăшăн усăллă çын тесе шутлатчĕ. «Тĕреклĕ хресчен» пирки, тен, белянкинсенчен те ытларах çуннă, ун тивĕçне палăртма тăрăшнă Мăрзабай. Хăйĕн хуçалăхĕ тĕреклĕрех чух, ытларах тырă акма тăрăшса, çапла шухăшлатчĕ вăл: «Çавăн чухлĕ çĕр ĕçлесе, тырă акса пурăнма мĕне кирлĕ мана? Çынсем пĕр хăпартупа тăраннă чух эпĕ икĕ хăпарту çиместĕп вĕт. Пĕр хăпартуран та татăк юлать. Килйыш пысăк мар. Ик-виçĕ теçеттин çĕр аксан та çитĕччĕ мана. Ман пек хресченсем — Россия тĕрекĕсем. Пĕтĕм халăха тăрантарса пурăнатпăр. Аслă çынсем: «Самарская губерния — житница России», — теççĕ. Эпир ĕнтĕ вăл çав «житница». Çак мухтавлă ĕçре ман чапăм та пур. Пирĕн тулă çăнăхĕнчен Италире макарон тăваççĕ, тет. Пĕлместĕп, хам çисе курман, эпĕ, ытти чăвашсем пекех, салма çиетĕп. Çапах патшалăх ятне çĕртместпĕр, ăна çĕклеме тăрăшатпăр». Халĕ ак хуçалăхсем юхăнсах пыраççĕ. Совет влаçĕ ялтан тырă пĕрмай тăпăлтарать. Тăпăлтарасса тăпăлтарать, анчах… анчах малашне епле пурăнма шутлать-ши вăл? Тĕреклĕ хуçалăхсене ура хурсан, кам вара çĕршывăмăра тăрантарса пурăнĕ? Çапла Мăрзабай халĕ тата пысăкрах шухăша каякан пулчĕ. Шухăшсем пĕринпе пĕри хирĕçсе пĕтеççĕ тата пуçа пăтратсах яраççĕ. Чăнах та, пĕччен шухăшăн вĕçĕ те курăнмасть, тĕрĕслĕхĕ те палăрмасть. Вĕçне тупас тесен, кампа та пулин тавлашас пулать. Вара Мăрзабай такампа тавлашма тытăнать. «Такамĕ» ăна хăш чух Хрулкка пек, хăш чух тахçанах вилнĕ шăллĕ Тимуш пек курăнать. Халь ак Тайман Сахаре пек курăнакан пулчĕ. Такамĕ хăй ăшĕнчех ларать-ха. Ана-кăна сисмесĕрех, хăйне хăй тĕрĕсе кăларасшăн, хăйпе хăй тавлашать Мăрзабай. Унăн шухăшне çырса илсен, çакăн пек диалог пулса тăрĕччĕ: Мăрзабай. Çапла çав. Власть мĕнле пулсан та, эпĕ çĕршывшăн, патшалăхшăн кирлĕ çын. Тырă акса ӳстерсе, хула халăхне тăрантарса пурăнатăп. Такам. Çавах сутнă тырăшăн укçа ытларах илме тăрăшаттăн эс. Укçасăр памастăнччĕ. Халь укçа тӳлемесĕр илекен влаçа вăрçатăн ав. Мăрзабай. Укçине картла выляса ямастăп. Укçи хуçалăха тытса тăма, машинăсем туянма, тырă акса ӳстерме кирлĕ. Такам. Капиталистсем те çапла калаçаççĕ. Эпир тăван промышленноçа аталантаратпăр, рабочи халăха ĕç паратпăр, теççĕ. Мăрзабай. Тĕрĕс калаççĕ. Такам. Эсĕ те хресчен мар вара, çавсем пекех капиталист пулса тăратăн. Шухăшпа çак тĕле çитсен, Мăрзабай кăшт аптраса ларать. Хресчен вăл. Капиталист та мар, улпут та мар. Улпутсем çĕр тытса ĕçе чăрмантарса тăчĕç. Вĕсен çĕрне туртса илсе хресчене пани тĕрĕс-ха вăл. Улпут ĕмĕрĕ чăнахах иртрĕ, пĕтрĕ. Çĕр хуçи камăн пулмалла? Чухăн хăйне хăй те тăрантарса пурнаймасть. Вăтам хресчен тени хăй пурăнкалать пулсан та, тырă нумай сутаймасть. Тĕреклĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕхлĕ, машинăллă хуçалăхсăр çителĕклĕ тырă ӳстересси пулмасть. Йăнăшаççĕ такамсем. Çапла, каллех вăй илсе, Такама хăй хупăрла пуçлать Мăрзабай. Мăрзабай. Юрĕ. Эсир пире, капиталистсемпе танлаштарса, пĕтерсе лартма тăрăшатăр. Мăрзабайсене, медведевсене пĕтерсен, епле пурăнăр? Чахрунсене шансан, пурте выçă вилетĕр. Такам. Чим-ха, ан васка. Йĕркипе калаçар. Сире никам та пĕтермест. Тĕк пурăнăр. Совет влаçне хирĕç ан пăлханăр. Халăха хĕтĕртме пăрахăр. Сире те тĕкĕнмĕç. Мăрзабай. Ун пирки мана Çимун виçĕмçулах каланăччĕ. Вăл пĕр енчен кăна тĕрĕсе тухрĕ çав. Эп сире хирĕç кĕрешместĕп, халăха хĕтĕртместĕп. Мĕн пуласса сăнаса кĕтсе ларатăп. Эсир те мана кăлăхах килсе вăрçмастăр, тĕрмене хупса лартмастăр. Анчах тырă пар сире, укçасăрах пар. Укçине те пиртенех шăйăратăр. Паян парăп, ыран парăп, виçмине эпĕ те Чахрун пек пулса юлăп. Мĕн пулĕ вара? Эпир, хресченсем, мĕнле те пулин пурăнкалăпăр. Хула мĕн кăшласа пурăнĕ? Такам. Эпир юри хресченсене çаратас тесе илместпĕр тырра, вăл пире Тăван çĕршыва вилĕмрен çăлма, капиталистсемпе ют патшалăхсен тыткăнĕнчен хăтарма кирлĕ… Мăрзабай. Эсир вуна çула, çер çула мала пахса куракан çынсем вĕт. Манăн та темиçе çула та пулин мала пăхса курас килет. Калăпăр, эсир татăклă çĕнтертĕр. Вăрлăх-тырă хăш пӳлĕмре юлнă, хăшпĕринче юлман та. Çĕнĕ власть пуянсене юратмасть. Вĕсем те пуйма урăх шухăшламаççĕ тейĕпĕр, — вăрлăхĕ пулсан та ик теçеттинран ытла акмаççĕ. Кашни хăй валли çеç акать. Хресчен вăл хăйĕнчен ытлашшине çеç пасара кайса сутать. Ытлашши çук. Ытла та вак хуçалăхра мĕн ытлашши пултăр? Мĕнле пурăнма шухăшлать вара Совет патшалăхĕ? Такам. Атя пĕрле шухăшласа пăхар. Шултра хуçалăхсем пулĕç-ха вĕсем. Халлĕхе, тен, Медведевсемех пулĕç, сан пек «тĕреклĕреххисем» те юлĕç. Малашне, чухăн хресченсемпе вăтам хресченсене пĕрлештерсе. шултра хуçалăхсем тума пулать. Коммуна тенине илтнĕ-и эс? Куракхăвисем çирĕм кил ялтан тухса ларасшăн. Пурте пĕрле коммунăпа ĕçлесшĕн. Вĕсен хуçалăхĕ вара шултра ху-çалăх Пулать. Сире те чарса лартмăпăр, коммунăсене аталанма та пулăшăпăр. Мăрзабай. Столыпин кăтартса панă çулпа каясшăн-и вара эсир? Ку вăл ĕнтĕ хресчене илĕртме пултарать. Тепĕр енчен, Столыпинла мар, хăвăрла тăвасшăн, — хресчене пĕрлештерсе ĕçлеттересшĕн. Тӳрех калам, ĕç тухмасть сирĕн. Коммуна сăмахпа хресчене хăратса пăрахни çеç пулать. Такам. Ăслă çын эс, Мăрзабан. Кĕнеке те нумай вуланă, анчах мĕн кирлине вуламан. Татах вула, «Столыпин» кĕнекене вуласа çитĕ ĕнтĕ. Ленин çырнисене вула. Ав халь Мелькуш пӳртĕнче каçсерен библиотека уçăлать. Унта Ленин çырнă кĕнекесем те пур. Хăшĕ вырăсла, хăшне чăвашла та куçарнă… Мăрзабай «Такамĕ» тĕрĕс калать. Кăнтăрла Мелькуш пӳртĕнче — шкул, каçхине унта библиотека ĕçлет. Антонина Павловна учительница хуларак пĕр лав кĕнеке тиесе килнĕ. Вĕсене хума хăйĕн шкапне те çакăнта куçарнă. Тарас, шкулшăн тунсăхланăскер, халĕ тăтăшах çавăнта чупа пуçларĕ. Учительницăна тетрадьсем тĕрĕслеме пулăшатчĕ. Тепĕр чух, Совета ĕçпе каймалла пулсан, Антонина Павловна Тараса хăй вырăнне пĕр-пĕр урок ирттерме те хăварать. Библиотека уçнă хыççăн пĕр-ик каç учительница хăех кĕнекесемпе айкашрĕ. Çук, капла ĕç тухмарĕ. Кашни каç киле çĕрле таврăнма çул çывăхах мар çав. Вара вăл çак ĕçе Тараса хăнăхтарчĕ. Ача тăрăшса, юратса ĕçленине курсан, кĕнеке шкапне ăна пачĕ. Кашни каç, тĕттĕм пулсан, Тарас Мелькушăн шалти пӳртне кĕрсе ламна çутать, шкапа уçать те кĕнекесене хăшне сĕтел çине, хăшне партăсем çине хурса тухать. Малтан ачсем кăна çӳретчĕç. Пысăккисенчен Совет членĕсем хăшпĕр чух кĕрсе тухатчĕç. Пĕррехинче Совет членĕсемпе пĕрле Мăрзабай мучи пырса кĕчĕ. Кĕнекесене тытса пăхкаларĕ. — Маттур, — терĕ вăл, Тараса пуçран шăлса. — Ачи маттур та-ха, вырăсла кĕнекесен ячĕсене пурне те ăнлантарса параймасть, — терĕ Ахтем Макарĕ. — Ак çак кĕнекен ячĕ мĕне пĕлтерет-ши? Мăрзабай Макар аллинчи кĕнекене илчĕ те ятне сасăпа вуларĕ: «Гигантский кризис». — Кăна ача мар, пупĕ те ăнлантарса параймĕ, — терĕ вăл, кулкаласа. — Гигантски тени пысăк, калама çук пысăк тени пулать-ха. Кризис тени вара, мĕнле калас… çитменлĕх пулать-и е йывăрлăха пĕлтерет-и? Çапла пуль, «калама çук пысăк йывăрлăх» тенине пĕлтерет пуль. — Эс, Павăл мучи, кашни каç кил кунта, вара пурте çӳрекен пулĕç, — терĕ Тарас. Мăрзабай кулса ячĕ. — Эс мана помощник тăвасшăн-им вара? Укçа мĕн чул тӳлĕн, сана хăвна мĕн чул тӳлеççĕ? Çуррине мана парăн-и? — Халăхшăн укçасăрах ĕçлетпĕр, — хуравларĕ Тарас. — Халăха çутта кăларас пулать. Ман атте икĕ çул укçасăрах ĕçлет. Ача сăмахĕнчен Мăрзабай кăшт хĕрелсе ӳкрĕ. «Çутта кăларас пулать». Çак сăмаха вăл хăй ĕлĕкрех тем чул каланă вĕт. Каланă çеç, ĕçне çак ача чухлĕ те туман. — Ленин çырнă кĕнекесем пур-и сан кунта, Тарас Захарчă? — ыйтрĕ вăл, шӳтленĕ пек çеç каласа. Тарас Мăрзабая виçĕ пĕчĕк кĕнеке тупса пачĕ: иккĕшĕ вырăсла, пĕри чăвашла кĕнекесем. «Кусене те илĕр вара, — тата икĕ пĕчĕк кĕнеке сĕнсе пăхрĕ вăл. — Иккĕшĕ те чăвашла». — «Карл Маркспа Фридрих Энгельс», «Август Бебель», — вуларĕ Мăрзабай. — Кусене кайран, — терĕ те виçĕ кĕнеке илсе тухса кайрĕ. Ахтем Макарĕпе Шатра Микка пĕрне-пĕри куçран чăр пăхса илчĕç. — Пурте Мăрзабай пек пулсан, пире ĕçлеме çăмăлтарах пулĕччĕ, — терĕ Шатра Микка. — Тырă мĕн чул хурсан та, хирĕçсе тăмасть. Пĕркун контрибуци илме килнĕ вырăссене пĕлĕмпе сăйласа янă. — Тĕлĕнтерет-ха вăл мана, — шухăша кайса сăмах хушрĕ Макар. — Ленин çырнине вуласшăн тата. Сан вырăнна Совета кĕрсе ларасшăн мар-и вăл? — Лартăр, — те шӳтлесе, те чăннипех хуравларĕ Микка. — Старшина пулнă çын манран лайăхрах ĕçлĕ. Ман пек тĕттĕм çын мар. Мана алă пусма та аран вĕренткелерĕр. — Пуп тата лайăхрах хут пĕлет. Ана та Совета суйламалла пуль вара, — тăрăхларĕ Макар. — Мĕн кулан? Çӳçне кастартăр — Совета та суйлăпăр, — терĕ Микка ним чул та шӳтлеме шутламан çын пек. — Унăн ывăлĕ коммунист. Тиечук ывăлĕ — хĕрлĕ командир. Мăрзабай шăллĕн ывăлĕ ревком пуçлăхĕ те пулса курчĕ… — Сана итлесен, пĕтĕм тĕнчере те пĕр коммунистсем анчах иккен. Юмах яра-яра суйма вĕреннĕ эс. Атя, луччă кайса çывăрар. Ыран ирех Лешеккине каçса Медведева силлемелле-ха пирĕн, контрибуци укçине парса татман вăл. Советпа комбед председателĕсем тухса кайрĕç. Тарас сĕтел çине шкапран пĕр тетрадь кăларса хучĕ. Тетрадь çине Антонина Павловна хăй аллипе «Список абонентов» тесе çырнă. Хальччен кунта никам ятне те çырса хуманччĕ-ха, — çынсем кĕнекесене çакăнта кăшт вулакаласа çеç каятчĕç. Мăрзабай пĕрремĕш абонент пулса тăчĕ. «Ку сăмаха Мăрзабай мучи те чăвашла куçараймĕ-ччĕ» — сасартăк мăнкăмăлланса шухăшларĕ ача. Тарас çавна куçарма пултарать: абонент тесе кĕнеке киле илсе кайса вулакана калаççĕ. Мăрзабай Ленин çырнисене хăй абонент пулса тăнине сисмесĕрех вулать-ха. «Ку вăл, çиелтен пăхсан, тырăшăн çеç кĕрешни пек курăнать. Чăннипе каласан, — социализмшăн кĕрешни пулать вăл». Çапла каланă Ленин кулаксемпе тырăшăн кĕрешес пирки. Кам чăвашла куçарнă-ши Ленин сăмахĕсене? Çав, Иван Якăльч шкулĕнчен вĕренсе тухнă чăваш ачисемех ĕнтĕ. Çапла шухăшларĕ Мăрзабай. Унтан библи вуланă чух Хрулкка мĕн хăтланнйне астурĕ те кĕнекерен хăшпĕр вырăнсене хут çине çырса иле пуçларĕ. Вырăслинче çырса илмеллисем ытларах тупăнчĕç. Тĕрĕссипе каласан, вырăслисене лайăхрах ăиланчĕ вăл. Чехсем мĕншĕн ниçта та мар, Самар кĕпĕрнинче тата Çĕпĕрте пăлхав çĕклесе чарăнса тăни çинчен Ленин çапла каланă иккен: «… чтобы отрезать от России хлебные местности… как раз в хлебородных окраинах найти себе социальную опору, найти себе местности с преобладанием кулаков, богатых крестьян». Акă вăл! Пире шанаççĕ пулать. Эпир вара Российăн тĕрекĕ пулас вырăнне ăна пĕтерсе лартма ют патшалăхсене пулăшмалла иккен. Сахарсем, Çимунсем, Хрулккасем, Ленин сăмахĕсене ăнланса, никам хушмасăрах, хăйсен ирĕкĕпе Российăшăн çапăçаççĕ-и… Е вĕсем хăйсемех хальхи лару-тăрăва тавçăракан пулнă-ши? Ыттисем ма ăнланмаççĕ-ха вара? Ялта ман пек «кулаксем» çеç мар, пиртен чухăнрах хресченсем те иккĕленеççĕ. Эпĕ Совет влаçне ырласах каймастăп тейĕпĕр, анчах чехсем-комучсем те савăнтармарĕç мана. Кун пирки те Ленин юриех каланă тейĕн: «Крестьянство, как и всякая мелкая буржуазия вообще, занимает и при диктатуре пролетариата среднее, про-межуточное положение: с одной стороны, это — довольно значительная (а в отсталой России громадная) масса трудящихся, объединяемая общим интересом трудящихся освободиться от помещика и капиталиста, с другой стороны, это — обособленные мелкие хозяева, собственники и торговцы. Такое экономическое положение неизбежно вызывает колебания между пролетариатом и буржуазией. А при обостренной борьбе между этими последними, при невероятно крутой ломке всех общественных отношений, при наибольшей привычке к старому, рутинному, неизме-няемому со стороны именно крестьян и мелких буржуа вообще, естественно, что мы неизбежно будем наблюдать среди них переходы от одной стороны к другой, колебания. повороты, неуверенность и т. д.». Вуланăçемĕн тĕлĕнет Мăрзабай. Ленин пирки кам мĕн каланине аса илет. Эсерсем «нимĕç шпионĕ» тесе куçкĕретех суятчĕç. «Çук, апла мар çав. Ленин — вырăс халăхĕн чăн таса чĕри, чăн ăслă пуçĕ. Тĕреклĕ хресченсен тивĕçне те курать пуль вăл, анчах шанмасть вĕсене… Пĕтĕмпех витĕр курса тăрать вĕт большевиксен çулпуçĕ. Хăй хресчен хушшинче пурăнса ӳснĕ пек. Пролетариата шанать. Социализмшăн кĕрешетпĕр тет. Анчах хресчен хуçалăхĕ çав çĕнĕ пурнăçра мĕиле пулмаллине кунта каламан çав. Урăх кĕнекере каланă пуль. Пулать те пуç. Ун пекки пĕтĕм тĕнчере çĕр çулта пĕр çын кăна çуралать пуль». Çапла шухăшларĕ Мăрзабай виçĕ пĕчĕк кĕнеке вуласа тухнă хыççăн. Çапах унăн «Такампа» калаçмаллисем-тавлашмаллисем татах та пур-ха. Колчак çывхарнă вăхăтра Ялтан вăрахлăха тухса каяс умĕн Тайман Сахарĕ ял çыннисене тимлĕ сăнарĕ. Вара вăл ял Совечĕн председателĕ пулма Шатра Миккана, чухăнсеи комитечĕн предсе-дателĕ пулма — Ахтем Макарне суйлама палăртрĕ. Ма-кар та Микка пекех тӳрĕ çын. Кăмăлĕпе хытăрах, хăй вара çырма-вулама та пĕлет. Унтан тата Сахар Пашка Ваççине те асрах тытать, вăл та аптрамалла мар пек. Çав виçĕ çын, Сахар пулăшнипе иĕрлешнĕскерсем, хăйсем тавра чылай пысăк актив пĕтĕçтерчĕç. Лешеккинче те Сахар Советпа чухăнсен комитетĕнче ĕçлеме тивĕç çынсене палăртса хăварчĕ. Сахар Куçминккана кайнăранпа ялта сайра хутра çеç пулкаларĕ. Пĕррехинче килсен, вăл ялта парти ячейки туса хăварчĕ. Чулçырмара партие виççĕн çырăнчĕç: Ахтем Макарĕ, Шатра Микка, Пашка Ваççи, Лешеккинче — тăваттăн. Чулçырмашăн та, Лешеккишĕн те пĕр ячейка пулчĕ. Советсем уйрăм ĕçленĕ вăхăтрах комячейка тени икĕ ялти коммунистсене, вĕсен ĕçне пĕтĕçтерсе тăрать, Тук икĕ енĕпе те Совет ĕçне ертсе пырать. Çамрăк коммуиистсен ĕçĕ çăмăл пулмарĕ. Ĕçлени те — пĕрмаях ял çынниеене хирĕçтерсе çӳрени кăна тенĕ пек. Килĕрен çӳресе, хулана тырă леçтермелле, пуянраххисене тата унсăр пуçне контрибуци укçи тӳлеттермелле. Кулаксем малтанхи вăхăтра шăпăртланнăччĕ. Мăрзабай каллех вĕсенчен ютшăнни те, ялсем власть тĕлĕшĕпе уйрăм пурăна пуçлани те вĕсен шухăшĕсемпе ĕçĕсене самаях арпаштарса ячĕ. Анчах ял куштанĕсем нумаях шăпăрт тăмарĕç. Çăварни тĕлне çамрăкрах арçынсем Хĕрлĕ Çара мобилизаципе кайса пĕтрĕç. Чулçырмаран Пашка Ваççи, Лешеккинчен икĕ коммунист салтака лекрĕç. Ялăн революциллĕ вăй-халĕ чака пуçларĕ. Подкулачниксем хăюланса çитрĕç. Хальччен çын çинче калаçма именнĕ е хăранă карма çăварсем, кулаксем хĕтĕртнипе, хытă шав-лакан пулчĕç. Тепĕр сăлтавне тупма çамрăк коммунистсем хăйсемех пулăшрĕç темелле. Пĕр ĕçе йăнăш турĕç вĕсем. Ырă та çемçешкерех кăмăллă Шатра Микка сĕнчĕ çав ĕçе, Ахтем Макарĕпе Гревцев вара пуç тавра шухăшласа пăхмасăрах килĕшрĕç. Кайран çакăншăн пурин те ӳкĕнмелле пулчĕ. Ялта кашнийĕнех хурăнташ нумай. Чухăнсен хурăнташĕ пуян хушшинче те пур. Хурăнташлă пурăнакан çынна пырса хистеме, ирĕксĕрлеме ырă мар пек. — Эпир Лешеккинче контрибуци укçи пухса çӳрĕпĕр, вырăссем — Чулçырмара. Капла калаçма та, хистеме те çăмăлрах пулĕ, — терĕ Шатра Микка. Çапла турĕç те. Укçа пухнă чух ытлашши хирĕçӳ пулмарĕ. Пуянсем çеç укçа тӳленипе ял пăлханмарĕ. Пăлхавăр иккĕмĕш хут продразверстка пухма тытăнсан пуçланчĕ. Пĕр продразверсткăна аран-аран парса татнăччĕ. Тепри килсе çитрĕ. Çак хыпар килсен, коммунистсем пурте Лешеккине пухăнса канашларĕç. Контрибуци пухасси ăнăçлă иртнĕрен, ку питĕ йывăр еее те çав мелпех тăвас терĕç: вырăссем чăвашра ĕçлеччĕр, чăвашсем — вырăсра. Коммунистсем йăнăш туни часах палăрчĕ. Кулаксем тинех яла тӳррĕнех пăлхатма сăлтав тупрĕç. Ку кăна та мар-ха, кулаксене халлантаракан тепĕр пысăк сăлтавĕ те çывхарса килет иккен. Çав сăлтав — Колчак. Анчах кам вăл Колчак? Шуйттан пĕлет-и ăна? Кирек кам пулсан та, вăл камунсене пĕтерет тесе калаçаççĕ. Колчак çĕнĕ патша пулать теççĕ. Килессе килетех, ку еннелле çывхаратех Колчакĕ. Çитессе вара — те çитĕ кунта, те çитеймĕ те. Çавă шухăш-латтарать-ха Фальшина. Чехсем вăхăтĕнче пĕччен хăтланса хытă йăнăшрĕ вăл. Çавăнпа халĕ «ячейка» турĕ. Фальшин ушкăнĕ те икĕ ялти çынсене иĕрлештерсе тăрать. Вĕсен те хăйсен программа пур: «Советсем пулччăр, анчах камунсăр. Эпир Совет влаçне хирĕç мар, камунсене çеç хирĕç». Халь ĕнтĕ çĕнĕ продразверстка пирки пĕтĕм яла пăлхатма пулать. Халăха хĕтĕртмелли сăмаха коммунистсем хăйсемех тупса пачĕç… Çак хушăра вулăсри ĕçсем те тĕрлĕрен пулкаларĕç, çапах хăш ялта та пулин кулаксем тӳррĕнех пăлханни пулманччĕ. Пурăнăç лăпкăрах юхăма кĕчĕ пек. Ревкомсене салатма вăхăт çитрĕ, халь вулăс ĕçĕсене исполком хăех туса пырать. Çĕнĕ коммунистсен йышĕ ялта та хăвăрт ӳсе пуçларĕ. Парти ĕçĕ те вара çĕнĕлле йĕркеленчĕ. Темиçе вулăсри коммунистсене пĕрлештерсе райком турĕç. Райкомне пĕр-пĕр вулăс центрĕнче тума май килмерĕ: хăшпĕр ялсем центртан ытла инçе пулса юлаççĕ. Çавăнпа райком Ключевкăра пултăр терĕç. Çав яла чăвашсем темшĕн хăйсем Куракхăви тесе ят панă. Вăл Куçминкка вулăсĕн пĕр хĕрринче ларать, çав вăхăтрах темиçе вулăсри пур ялсемшĕн те центр пулса тăрать. Куракхăви вăл ĕлĕкрех Куçминкка вулăсне кĕрекен пысăках мар ял пулнă. Çапах — вăл хула çулĕ çинче тата пысăк юханшыв хĕрринче ларатчĕ те — унта пасар пурччĕ. Çав пасара пула вара ялĕ питĕ хăвăрт ӳссе кайнă. Унта халь лавккасем те, пысăк хитре çуртсем те Куçминккаринчен ытларах. Вулăс ревкомне салатнă хыççăн Сахар «ĕçсĕр» юлчĕ. Çавăншăн савăнса, вăл киле таврăнма хатĕрленчĕ. Райком ăна халех ярасшăн марччĕ те, вăл юлташĕсене ӳкĕтлеме пĕлчĕ. Унăн «ӳкĕтлĕ» сăмахĕ никамшăн та савăнăç-лă пулмарĕ. — Колчак çывхарать, — терĕ Сахар, — паллах, вăл мĕнле хăвăрт çывхарсан та — Тук, Кутулук, Боровка юханшывсем урлă кăпăр-капăрах каçаймĕ. — Çав шывсем çинче кĕçех пăр тапранать. Чулçырма — вулăсра Тук сылтăм енче ларакан пĕртен-пĕр ял. Çурхи шыв чăваш ялне ытти ялсенчен чылай вăхăта уйăрса пăрахĕ. Кулак-сем вара Колчак çывхарнине кура алхасма тытăнĕç. Унта халь мĕнпурĕ те икĕ коммунист çеç. Вĕсем партие кĕни икĕ уйăх та çук-ха. Эпĕ çавăнта кирлĕрех пулăп. Райком вара Сахар сăмахĕпе килĕшрĕ. Мулла Анукĕн ула лаши шеп ĕçлерĕ кăçал революцишĕн. Сахар мĕн ялтан тухса кайнăранпа вулăс тăрăх çав лашапа çӳрерĕ. Паян ăна вăл юлашки хут кӳлчĕ пулĕ… Лешекки урлă кайсан, лайăхрах пулатчĕ ĕнтĕ. Тульккĕш, пăр тапранасса кĕтсе, унта кĕпере те пăснă пуль. Тӳрех пăр урлă каçма хăрушă. Çавăнпа Сахар Тук урлă Куракхăви çывăхĕнчи çӳллĕ кĕперпе каçрĕ. Малалла вара сăрт енчи çулпа уттарчĕ. Тавраналла пăхкаласа пынă май вăл шухăша кайрĕ. Юлашки вăхăтра Мăрзабай пекех нумай шухăшлакан пулчĕ Сахар. Анчах унăн «Такампа» тавлашмалли çук. Революци çулĕ, парти çулĕ — уншăн пĕртен-пĕр тĕрĕс çул. Çулĕ тĕрĕс пулин те — тумхахлă. Вăл çулпа хальччен тĕнчере никам та çӳресе курман. Мăрзабай пек, хресчен хуçалăхĕ пирки те шухăшлать Сахар. Вăл та хуçалăх юхăнса пынăшăн кулянать, ун малашлăхĕшĕн пăшăрханать. Куракхăвинче ялхуçалăх коммуни пулать кăçал. Унта пĕрлешӳллĕ ĕç ăнсан — лайăх. Анмасан вара? Хресчене пачах хăратса пăрахма пулать. Çавах ĕç ăнасса шанать Сахар. Хĕçпăшаллă тăшмана пур çĕрте те çĕнтерсен, пурнăç мая кайĕччĕ те-ха… Чехсем таçта кайса хупланчĕç, халь тата Колчакĕ сиксе тухрĕ. «Верховнăй правитель» тет хăйне хăй. Патша пек пуласшăн ĕнтĕ. Пулаймăн. Чăн-чăн патшана ревком персе вĕлернĕ, сана та персе вĕлерĕç. Пат-шашăн çунакан халь хулара та, ялта та çук. Йӳтенĕ карчăксем çеç асăнкалаççĕ пуль. Тин вăй илсе пыракан Хĕрлĕ Çар Колчака малтанах чараймарĕ. Халь чарĕ. Чапаев дивизийĕ çак кунсенче кунтах килсе çитмелле пек. Штабĕ хуларах ĕнтĕ. Теи, Рамаша курма тивĕ. Ана курманни виçĕ çул ытла. Ачаччĕ ун чух… Аван ачаччĕ. Сахар шухăшĕсем, кĕçех тепĕр çулпа пăрăнса, яла хăйĕнчен те маларах пырса кĕчĕç. Тырă пирки иккĕмĕш хут разверстка хурса яни ялти ĕçе питĕ йывăрлатрĕ ĕнтĕ. Пӳлмесем, чăнах та, пушанса юлаççĕ. Революцие ăнланса-йышăнса çитмен хресчен, хальччен шарламанни те, хирĕçме пултарать. Вĕсене юриех хĕтĕртекен тупăнсан тата? Мăрзабай сăмах каласан, Совет влаçне хирĕç пĕтĕм ял çĕкленĕ. Çук, Мăрзабай аплах хăтланмĕ. Ывăлне çухатса та хальччен тӳснĕ-ха çынни, малашне те тӳсĕ. Тырă пирки тесен, вăл пуçтахланса каяс çук. Ана хăй валли Хăмăшлăра кăшт пытарса хăварĕ те ыттине пĕтĕмпех парĕ. Унсăр пуçне Хаяр Макар та пур çав унта. Ку вара хăрушă çын. Ултă çул каярах пулса иртнĕ хĕллехи туй мыскари те аса килчĕ. Хăрамаллипех хăраса ӳкнĕччĕ вĕт çавăн чух Макартан, Якалĕнче чарăнмасăр вăрттăн çулпа пăрăнса, Весуккана вĕçтернĕччĕ. Хаяр Макар ун тăшманĕ пулса тăнăччĕ. Халĕ те тăшман мар-и? Класла тăшман. Çавăнтанпах тĕл пулманччĕ-ха хăйне. Пĕркунсенче пухусене çӳремерĕ вăл. Макар çеç мар, ытти куштансем те шăпăртланнăччĕ ун чух. Халь темĕнле ĕнтĕ унта. Хаяр Макара асăнса кăмăлне пăтратнă хыççăн Сахар хăйне хăй юрă мăрăлтатса кăшт йăпатас терĕ: Вуниккĕн те тăрçă, ай, ут çулсан, Вуниккĕн те тăрса, ут çулсан, Кӳмĕпĕр-ши çаран илемне? Тем чул юрланă Сахар туй юррисене. Анчах туйра юрланă чух, те ӳсĕр пулнăран, те юрла-юрла ытла хăнăхса çитнĕрен, сăмах пĕлтерĕшĕ пирки пĕртте шухăшламан, Халь сăмахĕсене юриех тăнласа юрларĕ Сахар. Хресчен ĕçĕнче — кашни ĕçрех çапла пуль! — тертрен пуçне илем те пур вĕт! Юрăра ăна сăмах майĕн çеç асăнса илнĕ, çапах та хитре каланă. Куç умне вăйпитти арçынсем, вуниккĕн ĕретĕн тăрса, савăккăн харăс сулăнса, пĕр-пĕринпе ăмăртса, çавапа чашлаттарса ныни тухса тăчĕ. Чăн та, çаран илемĕ, ĕç илемĕ! Тем те пур çав туй юррисенче. Ак тата: Чие аври çирĕп, ай, тееççĕ, Тееççĕ те пĕкĕ аваççĕ. Пĕккийĕсем начар, ай, пулсан та, Çавах чие пĕкки тееççĕ. Пире çынсем чухăн, ай, тееççĕ, Пире çынсем чухăн тееççĕ. Пире ытла чухăн, ай, тесен те, Ратнийĕсем пуян тееççĕ. Çук, юрăпа йăпанса та сĕвĕртеймерĕ Сахар пăшăрхантаракан шухăшсене. Юра сăмахĕсем лăплантарма мар, сасартăк сехĕрлентерсе пăрахрĕç ăна. Ялта хăшпĕр чух класлă кĕрешĕвĕн майне-шывне тупма хĕн. Чухăнпа пуян ĕмĕр пĕр ялта пурăнса, ратнеленсе, тĕрлĕ йăласемпе çыхăнса пĕтнĕ. Пĕр-пĕр Хаяр Макар çине тăрсан… Утса пыракан лашана Сахар тăрук пушăпа тивертрĕ те çине тăрсах юрттарма тăрăшрĕ. Хăвала, Сахар, лашуна, хăвала! Туйра Хаяр Макара ирттерес тесе чуптарнă пек чуптар лашуна. Чулçырмара халь туй тăваççĕ, çав туя ĕлкĕрме тăрăш. Пуян туй пуçĕнчен эс халь хăрами пултăн, юнлă туйра вилмелле пулсан та, иккĕленсе тăмăн, Хаяр Макартан тарса çӳремĕн… Пĕчĕк Тарас та васкать. Ашшĕ ним пĕлмесĕрех пăшăрханса яла васканă вăхăтра вăл, мĕн пĕлнипе сехĕрленсе ӳкнĕскер, ял тепĕр вĕçне йĕлтĕрпе шуса тухрĕ. Тарас шкула хăйĕн библиотекине уçма кайма хатĕрленнĕччĕ. Совет тĕлĕнче халăх тем хытă шавланине илтсен, малтан тата çавăнта çитсе курас терĕ. Халăх шавланн таçтанах илтĕнет. Тарас тăнласа тăчĕ: — Вырăссене çыхса пăрахнă… Камунсене витене хупнă… Шатра Миккана çапса вĕлернĕ… Тарас, урамри çынсем мĕн калаçнине лайăхрах илтес тесе, çывăхрах пычĕ. — Лешеккинчен вырăссем килсен, мĕн пулĕ вара?! — Килмеççĕ вĕсем. Каçма хăрĕç. Пăр шанчăклă мар халь. — Пурпĕрех каçармаççĕ вĕсене. Кĕпер патне хуралтăратнă. Кулак пăлхавĕсем пирки Тарас Ольăран та, ашшĕнчен те нумай илтнĕ. Хăйĕн халь мĕн тумаллине хăвăрт тавçăрса илчĕ ача. Килне чупса çитрĕ те, йĕлтĕрĕсене йăтса, Чӳккукри еннелле ыткăнчĕ. Унта хурал çук, йĕлтĕрпе кайсан Тук пăрĕ те çĕмрĕлмест. Пиччĕшĕн çуллахи çулĕ уншăн хĕллехи çул пулса тăчĕ. Туй пуçĕ Каç пулса килетчĕ. Тырă пирки ял тăрăх çӳрекен вырăссем, Шалтикасра ĕç пĕтерсе, Лешеккине таврăнма хатĕрленнĕччĕ. Çав вăхăтра Вăрăм Ваçили, çатан шалчи йăтса, урама чупса тухрĕ те кăравул кăшкăра пуçларĕ: — Тытăр вырăссене, шалчапа çапăр вĕсене! Вырăссем пама тивĕç тырра камунсем чăвашран тăпăлтараççĕ. Кăравул!.. Çакна кĕтсе тăнă пекех, пилĕк-ултă çын вырăссене хупăрласа илчĕ те лăска пуçларĕ. Çав вăхăтрах тата такам теçетниксене ял тăрăх халаха пухăва чĕнме чуптарнă. Шатра Миккапа Ахтем Макарĕ, халь кăиа Лешеккинчен таврăннăскерсем, килтехчĕ. Шалтикасра мĕн пулнине илтменччĕ-ха вĕсем. Микка, урине салтса, хутнă кăмака умĕнче ăшăнса ларатчĕ. Уи патне Макар хашăлтатса пырса кĕчĕ. — Пуху пухма эс хушрăн-им? Ма мана каламарăн? — Хушман, Макар Петровчă. Эс ху чухăнсене пухас тесе калаçнăччĕ. Çав вăхăтра Паçук чупса кĕчĕ, тулăксăр хӳхлеме пуçларĕ. Арçынсем вăл каланине аран ăнланса илчĕç. Шалтикасра халăх шавлать иккен, камунсене вăрçаççĕ, тет. — Атя часрах! — терĕ Макар. — Эп Лешеккинчех паян тем пуласса сиспĕччĕ. Сана кăлăхах пăлхатас мар тесе каламарăм. Микка васкаса ура сырчĕ те сăхман тăхăнчĕ. Арăмĕ тата хытăрах хӳхлесе ячĕ: — Ан кай, ашшĕ, ан кай, тархасшăн! Вĕлереççĕ сана унта. Пĕтĕм халăх урса кайнă, камунсене пĕтеретпĕр тесе кăшкăраççĕ. — Эй, ухмах, — терĕ Микка, тухса каяс умĕн арăмне çурăмран лăпкаса. — Вĕлерес тесен, кунтах килсе вĕлерĕç. Çук. Совет влаçне вĕлереймеççĕ вĕсем… Тĕплĕ урампа Тăвăрхушлăх кĕтессине, Совет çурчĕ тĕлне, халăх, чăнах та, питĕ нумай пухăннă. Шавлаççĕ. Пӳртре хăй çутнă, унта та çын лăках. Макарпа Микка чӳрече çути тĕлне пулсан, тахăш: — Ак тата камунсем, тытăр вĕсене! — тесе çухăрса ячĕ. Çав вăхăтрах Макара Миккаран уйăрса ячĕç. Шатра Миккана икĕ çын пӳрте çавăтса кĕрес тесе сĕтĕрчĕ. Килкартинче — те палламасăр, те юриех — такам ăна ĕнсерен танклаттарнă та, вăл, тăнне çухатса, çĕре тĕшĕрĕлсе аннă. Пӳртре чăлах вырăс хăйне хăй ял хуçи пек тыткалать. Колчака шанса хăюлланнăскер, купца чĕлхипе йăпăлтатма пăрахнă халĕ Смоляков. Анчах чăн хуçи вăл мар-ха. Лешĕ вара темшĕн кăмака кукрине кĕрсе ларнă. Хăйне халăх юратманнине пĕлет Хаяр Макар. Çавăнпа мала тухмасть, хăй вырăнне ыттисене калаçтарать: карма çăварсем унсăрăн та чылай. Вăрăм Ваçилирен пуçне тата Пăсара Макарĕ, Шакмак, Тимĕрçĕ Яккăвĕ, Мирски Тимук, Шăрчăк Праканĕ… Ĕçе саккунлă пек туса, пухăва Шатра Миккана хăйне уçтарасшăнччĕ пăлхав пуçлакансем. Шутласа хунă пек пулаймарĕ çав: Шатра Микка тăнсăр выртать терĕç. Вара Хаяр Макар пуху уçма председатель пулса курнă Чахрун Мишшине хушрĕ. Лешĕ сĕтел хушшине пĕчченех кĕрсе ларчĕ. Çимук писăр пухăва килмен. Смоляков сăмах каларĕ: — Эпĕр Совет влаçне хйрĕç мар, — терĕ вăл. — Анчах тырă урăх памастпăр! — Памастпăр, памастпăр. — Вырăссемшĕн тӳлеместпĕр, — кĕрлесе илчĕ халăх. — Тырă çук пирĕн, — сӳпĕлтетрĕ малалла Смоляков. — Пуянсем те çук пирĕн. Пурте хресченсем, пурте пĕр тан. Контрибуци укçине тĕрĕс мар илчĕç пиртен. Эпир Совет влаçне хирĕç мар, ял Совечĕ пултăрах. Совета паян урăх çынсене суйлатпăр. Камунсем кирлĕ мар пире. Камун тума ялтан тухса кайччăр вĕсем. Чармастпăр! — Чармастпăр, кайччăр! — Камунсем кирлĕ мар пире! — Ялтан хăваласа ярас вĕсене!.. — Мĕн унта, Совет суйламалли! — кăшкăрчĕ юлашкинчен Вăрăм Ваçили. — Смолякова староста тăвас. Ĕçĕ те пĕтнĕ. Тепĕр эрнерен пурпĕрех кунта Колчак килсе çитет… — Колчак килмест, Чапаев килет! — терĕ такам уçă та çирĕп сасăпа алăк патĕнче. Тĕпеле Тайман Сахарĕ хĕсĕнсе иртрĕ. Хăшĕ вăл килсе кĕнине асăрхайман, хăшĕ тăруках паллайман та. Пăлхав пуçлăхĕсем те, аптраса кайнипе, тăруках сăмах чĕнеймерĕç. — Мĕн сăлтавпа кĕрлетер, туй тăватăр, пĕлессĕм килет! Кам кунта мăн кĕрӳ сирĕн? Кĕçĕн кĕрĕвĕ эсĕ пуль ĕнтĕ, Василий Карпчă, — терĕ Сахар, маччана шерте пек перĕнсе тăракан Вăрăм Ваçили пуçне пӳрнепе тĕллесе. Çынсем, вăл Вăрăм Ваçилие кĕçĕн кĕрӳ тенĕрен, ирĕксĕрех кулса ячĕç. Сахар кунта унччен мĕн пулса иртнине лайăх пĕлмест. Çапах, алăк патĕнче кăшт итлесе тăрса, акă мĕн курчĕ вăл: кăшкăракансем пĕр пилĕк-ултă çынран ытла мар. Кусем те тӳррĕнех Совет влаçне хирĕç калаçма хăраççĕ. Малтан халăх кăмăлне сĕвĕрĕлтерсе, шӳтлекелесе, кирлĕ еннелле çавăрса яма тăрăшрĕ Сахар: — Кам хĕтĕртет сире коммунистсене хирĕç? — сассине хытарса, йĕри-тавра пăхса илчĕ Сахар. — Эс, Василий Карпчă, хăвăн сăмахна каламастăн-ха. Сана Колчак кирлĕ мар, эс ху Колчак сĕмлĕ пăртак. — Халăх хушшинче каллех кулни илтĕнчĕ. — Вăт сана, Смоляков, халăха улталаса пурăнма Колчак кирлех ĕнтĕ. Анчах ку туйра туй пуçĕ эсĕ те мар пуль-ха. Юлташсем! Кулаксем улталаса хĕтĕртеççĕ сире… Çав вăхăтра кăмака кукринче курăнмасăр ларахан Хаяр Макар ура çине тăчĕ. (Сахар пирки такам «пĕччен килнĕ» тесе систерчĕ ăна.) Сахар халăха култарса унăн çиллине пăртак сĕвĕрĕлтернине сисрĕ вăл. Унăн помощникĕсем, капла пуласса кĕтменскерсем, халь вăл мĕн каласса кĕтсе тăнине те курчĕ Хаяр Макар. — Камунсен пуçлăхĕ вăл! — тискер сасăпа кăшкăрчĕ Макар. — Ан итлĕр ăна. Яла килсе пĕтĕм ĕçе арпаштарса хăварчĕ. Çав ĕнтĕ ялпа суйланă Совета тиркесе, унта камунсене кĕртсе лартрĕ… — А-а-а! Туй пуçĕ тупăнчĕ те хайхи! Ак кам сире хĕтĕртет, юлташсем. Куштан-пуян сăмахне итлесе кăшкăрашатăр. — Хаяр Макара пӳлсе, хăйне хăй пусарса лăпкăн калаçма тăрăшрĕ Сахар. Анчах та Круни юнĕ вĕреме пуçланинехăй те сисмерĕ, хĕрсех кăшкăрчĕ: — Кам сăмахне итлетĕр! Ахальтен мар Хаяр Макар тесе чĕнеççĕ ăна. Емĕрне никама ырă туман вăл. Кашкăр вăл… Хаяр Макар Вăрăм Ваçилирен кăшт çеç кĕскерех, анчах ун пек типшĕм мар. Унăн та пуçĕ маччана кăшт çеç перĕнмест. Кăвакарнă пуçĕпе кĕске кастарнă сухалĕ унăн кашкăр çăмĕ тĕслĕ. Çăварне карсан, кашкăрăнни пек асав шăлĕсем курăнаççĕ. Сахар юлашки сăмахĕсене каласа та пĕтереймерĕ. Хаяр Макар, чăн-чăн кашкăр пек пулса, тĕпелелле ыткăнчĕ. — Тытăр камунсен пуçлăхне, мĕн çăвар карса тăратăр! — тӳрех хушрĕ вăл Мирски Тимукпа Вăрăм Ваçилине. Сахар, çавна кĕтнĕ пек, хыçра çын ан пултăр тесе, сĕтел çумне тĕрĕннĕччĕ, сулахай аллине писăр лармалли йукан хыçĕ çине хунăччĕ. Мирски Тимукпа Вăрăм Ваçили, Хаяр Макара итлесе, Сахара алăран тытма пикенчĕç. Çак самантра Сахар сулахай аллипе Вăрăм Ваçили çине пукан ывăтрĕ, сылтăммипе Тимука тĕртсе ячĕ. Хăй сĕтел çине сиксе хăпарчĕ те наганне туртса кăларчĕ. — Переп! — мĕкĕрчĕ вăл Хаяр Макартан та хаяртарах. Тепĕр самантран, тен, иемесĕрех, чӳречерен урамалла чăматчĕ пуль вăл, çав вăхăтра тулта, çывăхрах, чăнах та, пăшал кĕрĕслетни илтенчĕ. Пӳртре пурте мĕнле тăнă, çаплах хытса кайрĕç. Хаяр Макар çеç алăк еннелле туртăнчĕ. Сахар хăй те аптраса ӳкрĕ. Алăкра хулăн сасă аслати пек кĕрлесе кайрĕ: — Не шевелиться! Всем оставаться на месте. Вы окружены отрядом. Халăха сирсе, тĕпеле çӳллĕ, тĕреклĕ вырăс иртрĕ. Çине вăл шинель тăхăннă. Хĕрлĕ тăрăллă хура çĕлĕкĕ ĕнси хыçнелле хывăнса ӳкес пек усăннă. — Карательни отряд килнĕ, — хăйăлтатрĕ тахăшĕ. — Запомните раз и навсегда, — терĕ вырăс, сăмах чĕннĕ чăваш еннелле çаврăнса: — у Советской власти нет для народа карательных отрядов, но врагов революции и Советской власти будем карать сурово… Сассине малтанах палланăччĕ Сахар, хăйне вара тин палласа илчĕ. Вăл сĕтел çинчен сиксе анчĕ те йăвашланнă сасăпа: «Здравствуйте, товарищ Радаев!» — терĕ. Вырăс: «Вы окружены», тенĕ чух çурта никам та çавăрса илменччĕ-ха, вăл пенĕ хыççăн урамра тем кĕтсе, Шавласа тăракан халăх тарса саланчĕ. Тепĕр вунă минутран тин Çырмапуçĕнчен пилĕк-ултă çын пăшал йăтса чупса килчĕ. Вĕсем пырса çитнĕ çĕре халăх хăех, Радаев хушнипе, пăлхав пуçаракансене витене хупнăччĕ, Совет членĕсене — вырăссене те, чăвашсене те — тыткăнран хăтарнăччĕ. … Тарас йĕлтĕрпе тӳрех Ольăсем патне чупса çитрĕ. Унта савăнăç: Ольăн куккăшĕ, Николай Васильевич Радаев, нумай вăхăт хыпарсăр çухалса пурăннăскер, халь кăна яла таврăннă, Ольăсем патĕнче юмахласа ларать. Гревцевпа Фиронова та кунта. Пӳрте хашкаса кĕнĕ ача вĕсене урăх савăнма памарĕ, Чулçырмари пăлхав çинчен каласа пĕлтерчĕ. Вăт инкек! Вырăс енчи коммунистсенчен пĕр Гревцев çеç килте юлнă, ыттисем пурте лере — тыткăнра пулать. Çын тупма пулĕ-ха, хĕçпăшал вара ялта çук. Радаевăн хăйĕн йывăç йĕнĕллĕ маузер пур. Çав кăна. Кĕпер патне пăлхавçăсем хурал тăратнă тет тата. Кĕперне пăснă. Тук пăрĕ каçма шанчăклă мар. — Каçасса каçăпăр-ха. Пурте пĕр вĕренпе çыхăнса каçма пулать. Пĕри пăр айне путсан, теприсем туртса кăларĕç, — терĕ Радаев. — Тульккĕш хурал тăракан тĕлте мар, вĕсене систермесĕр урăх тĕлте каçас пулать. Ольăпа Тарас та канашлура усăллă пулчĕç. Тарас никам кĕтмен çĕртен: «Пирĕн килте пилĕк винтовка пур. Патронсем те лăках», — терĕ. Хуларан илсе килнĕ винтовкăсене çуррине хăйпе илсе кайнăччĕ Сахар, çуррине килте пытарса хăварнăччĕ. Арăмĕнчен те вăрттăн пытарчĕ вăл, анчах Тараса шанчĕ. — Шарлак тĕлте каçас та, чăвашсем вăрман касма çӳрекен çул çине тухас, — терĕ Оля. Çапла вара Радаев Чулçырмана пĕчĕк отряд ертсе каçрĕ. Хĕрарăмсене илмерĕ. — Кунта юлăр. Эпир те пăлхавçăсен аллине лексен, Тараска сире систерĕ. Вара лаша кӳлĕр те тӳрех Ключевкăна вĕçтерĕр, — терĕ вăл. Яла кĕрсен, Радаев юлташĕсене, Тараспа пĕрле, хĕçпăшалланма чуптарчĕ, хăй халăх пухăннă çĕре пĕчченех утрĕ. Урамра «Разойдись!» тесе çӳлелле персе янă хыççăн вăл, маузерне тытса, пӳрте кĕчĕ. Çапла, Тарас сăнавлă та тавçăруллă пулнăран, халь кăна хуларан килнĕ Радаев чăваш «туйне» вăхăтра ĕлкĕрчĕ. Кулаксен телейне, Шатра Микка пăртакран самайланчĕ. Пăлхав пуçлакансене — Хаяр Макара, Пуян Танюша, Смолякова, Вăрăм Ваçилие, Мирски Тимука — Куракхăвине ăсатрĕç. Халĕ Куçминкка вулăсĕн центрĕ те çавăнта ĕнтĕ. Куракхăвинче хăшпĕрисем ку пăлхав пирки малтан кулкалама пăхрĕç, ку вăл «шыв куркинчи çил-тăвăл», текелерĕç, кайран вара, райком пухăнсан, апла калаçакан тупăнмарĕ. Çав кунах, Колчак çывхарнине кура, кашни вулăсра каллех ревком турĕç. Куçминкка ревкомне тунă чух Тайманкин халлĕхе ялтах юлтăр, ревком пуçлăхĕ Радаев пулĕ терĕç. Пăлхавçăсен шăпине татса иама ревкома хăйне хушрĕç. Ревком кун пирки аптраса пĕтрĕ. Вĕсене пурне те персе вĕлерме сăлтав сахалтарах. Никама та вĕлермен-ха пăлхавçăсем. Совет влаçне те хурламан. Шатра Микка пирки пурте тунаççĕ, ăна пӳрнепе те тĕкĕнме хушманччĕ теççĕ. Хăй алăк янаххине çапăннă пулать. Пыр та тĕрĕсле халь! Ревкомăн следстви тăвас, срок парас йăла çук. Е персе вĕлер, е кăларса яр. Вара ревком «хăрушă» решени йышăнчĕ: условно персе вĕлерес. Приговорта çапла çырнă: «Çак приговорта асăннă çынсем виçĕ çул хушшинче Совет влаçне хирĕç е коммунистсене хирĕç халăха тепре хĕтĕртме пуçласан, вĕсене сутсăр-мĕнсĕр çавăнтах персе пăрахмалла. Кам аллинче çак приговор пулать, çав çын приговора кирлĕ чух ĕçе кĕртет». Приговорта тăватă çын ятне асăннă, анчах Вăрăм Ваçилипе Мирски Тимукăн ячĕсем çук унта. Тăваттăмăшĕ кам пулнă вара? «Çав туйăн» чăн-чăн «туй пуçĕ», Фальшин, пăрăнса юлайман. Мирски Тимукпа Смоляков кăтартнă тăрăх, пăлханма хĕтĕртекенни, вĕсеие ертсе пыраканни, çав пул-нă. Ана та Куракхăвине илсе килчĕç, астумалăх тесе, пĕр-ик куна хупса лартрĕç. Ирĕке кăларас умĕн пăлхавçăсене приговор вуласа пачĕç. Вăрăм Ваçили хăйне асăнманран макăрса ячĕ. Фальшин пăлханчĕ. — Мана нимсĕрех кунта хутшăнтартăр, Мурзабайкина асăнмастăр. Пĕлессĕр килсен пире вăл вĕрентрĕ, «ывăла вĕлернĕшĕн эп коммунистсене кураймастăп», терĕ. Вăрăм Ваçили урса кайрĕ. «Суятăн, сволочь!» тесе кăшкăрчĕ те Фальшйн пуçĕ çине лач! сурчĕ. — Ытлашши калаçатăн, Никон Иванчă, — тӳсеймерĕ Смоляков та. — Мурзабай вĕрентнĕ пулсан, ĕçе çапла ухмахла туман пулăттăмăр. «Ну, кусем урăх пăлханмĕç ĕнтĕ, вĕсем хушшинче килĕшӳ пĕтрĕ халĕ», — шухăшларĕ Радаев, ăнман пăлхавçăсене кăларса ярсан. Сахара киле ăсатнă чух вăл юлташне савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ. — Паттăр ывăлупа эпĕ тинех паллашатăп ĕнтĕ, Захар Васильевич, — терĕ ревком пуçлăхĕ. — Кутяков бригади паян-ыран Тоцкине килсе çитет. Куракхăвинче пăлхавçăсен ĕçĕпе эрне яхăн аппаланса, Сахар киле таврăнма аран ĕлкĕрчĕ. Çул пăсăлнине пула, çунине те пăрахса хăварма тиврĕ. Ула лашана йĕнерсĕрех утланса, çӳллĕ кĕпер урлă çул тытрĕ вăл. Пĕчĕк варсем урлă чиперех каçрĕ. Ялтан пĕр-ик çухрăмра пысăк вар пур. Çавăн урлă темле каçăп ĕнтĕ тесе пăшăрханса пынă чух пăлхавçăсем аса килчĕç. Çуран танкканă пуль-ха вĕсем. Хăш çулпа кайнă-ши? Часах умра аслă вар шавлани илтĕнчĕ, шыв хĕрринче аптраса тăракан çынсем курăнчĕç. Çавсем! Темшĕн виççĕш кăна-ха вĕсем: Вăрăм Ваçили, Мирски Тимук тата Смоляков. — Ма виççĕн çеç, ыттисем ăçта? — ыйтрĕ Сахар ним пулман пекех. — Пуянсем пуянпа Лешеккине кайрĕç. Ключевка пуянĕ лаша пачĕ вĕсене. Хальччен çитрĕç те пуль, унта варсем çук, — терĕ Смоляков, хăй чухăн çын пек. — Çитнĕ пулсан та, Тук урлă каçаймĕç-ха вĕсем, — терĕ Сахар, урăх ним калама аптраса. — Пуянсем киле таврăнма васкамаççĕ. Кайран кимĕпе каçĕç-ха. Халĕ Фальшин патĕнче кăмăшка ĕçеççĕ пулĕ, — сăмах хушрĕ шăнса ĕнтĕркенĕ Вăрăм Ваçили. Иккĕшин уринче атă, ку вара çăпата сырнă. Пĕчĕк варсем урлă каçнă чух лачкам йĕпеннĕ хăй, мĕскĕн. Сахар пăхрĕ-пăхрĕ те: — Чимĕр-ха, малтан пĕччен каçса пăхам, çул тĕрĕслем. Кайран пурне те лартса каçарăп, — терĕ. Черетпе виççĕшĕ те Сахар хыçне ларса каçрĕç. — Урăх варсем çук ĕнтĕ. Эпир, атăллисем, çуранах çитĕпĕр. Эс, Василий Карпчă, лашапа вĕçтер яла. Шăнса пăсăлма пултаратăн. Ашăнмалăх кăна, тен, кăмăшка тупăн килте, — ырă сунчĕ Сахар паçăрхи тăшманне. Унчченех ĕнтĕркесе макăрас патне çитнĕ çын халĕ: «Тупăп», — терĕ те, чăнах та, кăшт куççуль юхтарчĕ. Çын сăмахне итлекен, анчах та çемçе кăмăллă Ваçили урă чух çапла, нимсĕрех тенĕ пек, макăркалать. Ĕçсен вара ун пек паттăр тĕнчере те çук. Çакна шута илсе ĕçтернĕ ĕнтĕ ăна куштансем. Атăллисем виççĕн юлсан, Сахарпа Смоляков, хăйсем хушшинче нимех те пулман пек, питĕ лăпкăн калаçрĕç. Иртнине асăнмарĕç ĕнтĕ. Калаçмалли унсăрăн та тупăнчĕ. Мăрзабай тарçи çул тăршшĕпе пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Кĕçех вăл, «уксахласа», кая юлчĕ. Çурхи шыв Саманипе çанталăк кăçал ăмăртса васкарĕç. Шурă сăртсем хуралчĕç те ешерчĕç; чĕмсĕр варсем шавларĕç те кĕрлерĕç. Тук шывĕ тулса кайрĕ, сылтăм енчи чăнкă çырана кăшла-кăшла, çӳлтен-çӳле хăпарчĕ. Смоляковăн хыçалти тимĕр алăкне пырса çапăнчĕ, Селĕп Кирилен хӳмесĕр килкартине юхса кĕчĕ. Хайхи Çимĕк улăхĕсем, Юплĕ кӳлĕсем, Киремет шурлăхĕсем кунта нихçан пулман тейĕн. Вăрмантан сăртлăха çити Чулçырмаран Лешеккине çити сарăлчĕ çурхи шыв. Çанталăк çапла ашкăннă вăхăтра ял тăруках лăпланчĕ. Колчак çарĕсем те çурхи шыв пек сарăлса килеççĕ. Енер вĕсем Таллăран аллă çухрăмра тесе калаçатчĕç, паян Таллăра теççĕ. Ялта кулаксем те, коммунистсем те çук тейĕн. Пĕрисем Сахар кĕсйинчи приговор пирки шухăшлаççĕ курăнать, теприсем пăлхавлă пуху çинчен манман пулмалла. Ялти ĕçсем таçта шала кĕрсе кайрĕç, куçа курăнми пулчĕç. Сахар Куракхăвипе çыхăну татăлнăранпа яла тухса çӳремест, Тен, каллех, чехсем вăхăтĕнчи пек, пытанса пурăнмалла пулĕ… Кăçалхи мункун шăпах çураки тĕлне килет. Хăрушă эрне пуçланчĕ. Эрни ĕлĕк этем ывăлĕшĕн хăрушă пулманччĕ-ха, тахçан-тахçан турă ывăлешĕн хăрушă пулнă теççĕ. Кăçал вăл кунта хăшпĕр этем ывăлĕшĕн те хăрушă пек курăнать. Чулçырмасем «Колчак килет» темеççĕ ĕнтĕ, «Колчак килчĕ» теççĕ. Чăнах та, Колчак çарĕ кӳршĕри яла çитнĕ, — Чулçырмаран мĕнпурĕ те çичĕ çухрăмра. Кӳрше ялта пулни пырĕччĕ-ха, — паян «колчаксем» Чулçырманах килсе кĕчĕç… Юнкун ирхине яла сăрт çинчен пĕр çирĕм юланут анчĕ. Çурçĕр енчен килнĕ разведчиксене пуянсем «колчак» вырăнне йышăннă. Лешсем те вара: «Эпир колчаксем», — тенĕ, пуянсемпе вăлтса калаçнă. Тайман Сахарĕ коммунистсене Лешеккине кимĕпе ăсатрĕ. Хăй çапах та Колчак çарĕ кунта çитессе кĕтмест, Чапаев дивизине шанать. Анчах сăрт çинчен юланутсем аннине курсан, вăл та пытанчĕ. Тараса ачасемпе чупса çӳренĕ чух ялти ĕçсене сăнама хушрĕ. Ревком приговорĕ Хаяр Макарсене те, Вăрăм Ваçилисене те ăс кĕртсе çитереймен иккен. Хаяр Макар «колчаксемпе» калаçнă чух контрибуци пирки питĕ çĕтĕлнĕ. «Совет влаçĕ пире çаратрĕ, тырăсăр, укçасăр хăварчĕ, мана вунă пин тенкĕ контрибуци тӳлеттерчĕ», — тенĕ. «Колчаксен» командирĕ «мĕскĕн хресченсене» хĕрхенсе калаçнă, кӳршĕ ялта Колчак пуянсене контрибуци укçине тавăрса пачĕ, тенĕ. Вара Хаяр Макар «колчаксен» командирне ял ячĕпе пăлăннă, контрибуци укçине тавăрса пама ыйтнă. Командирĕ килĕшнĕ, «Совет влаçне йышăнмастпăр, Колчака патша вырăнне хурса кĕтетпĕр тесе, хут çырса алă пусăр. Алă пуснисем халех пирĕнпе пырăр. Паян каçченех укçа илсе киле таврăнатăр», тенĕ. Çапла пулнă тесе калаçрĕç кайран. Мĕнле пулсан та, пуянсем чылайăшĕ, «колчаксемпе» калаçнă хыççăн, чăнах та, хут туса, алă пусса, Колчакран укçа илме кайма хатĕрлене пуçларĕç. Çав вăхăтра юланутсем ял тăрăх кустарса çӳрерĕç. Тăвăрхушлăхра Вăрăм Ваçили ӳсĕр пуçпавырăсла «Я — Колчак» тесе кăшкăрать. Пĕр «колчакĕ» çавна илтсен, ăна нухайккапа ăс кĕртме тăрăшрĕ. Кĕртеймерĕ. Леш пурĕпĕрех «Я — Колчак» тесе мĕкĕрет (Сахар ăна «эсĕ Колчак сĕмлĕ» тенине аса илнĕ пуль). Çавна курса юлнă Тарас ашшĕ патне чупрĕ. Ывăлĕн хыпарĕсене пĕлсен Сахар: «Пирĕннисем ашкăнаççĕ», — терĕ те вăрттăн хӳтлĕхрен тухрĕ. Тăхăр çын, хăйсен лашисене утланса, «колчаксемпе» пĕрле сăрт çине хăпарса кайнă. Вĕсем Колчакран укçа шырама кайнине Мăрзабай чӳречерен сăнаса тăнă тет. Çав айвансен хушшинче Мирски Тимук та юланутпа лĕнчĕртетнине курсан, йăвалансах кулнă тет. Смоляков, укçа хакне лайăхрах пĕлекенскер, Колчакран укçа шырама кайман. Вăл кайма мар, «колчаксенчен» пытаннă тет. Çак тĕлĕнмелле, камшăн инкеклĕ, камшăн кулăшла япала хăвăрт пулса иртрĕ. Тен, сăрт çине хăпарнă-хăпарманах сисе пуçларĕç пуль айван куштансем. Анчах каялла вĕсем тепĕр кун та, эрнерен те, уйăхран та таврăнма-рĕç… Тепĕр сехетрен Чулçырмана Тоцки енчен тăвайккипе тата икĕ юланут пырса кĕчĕ. Пĕри, сăрт еннелле кăтартса, йĕнер çинчен ӳкес пек ахăлтатса кулать. Тепри тутине çеç чалăштарса: — Сан ĕç вăл, Лапша! — тет. — Эсех ман ачасене пăсрăн пуль, çапла тума вĕрентсе ятăн пуль. — Эп мар, командир юлташ. Карттус çинчи хĕрлĕ çăлтăрсене пытарма çеç хушрăм эп. Кулаксене Кутяков патне ертсе кайма вĕрентмен вĕсене. Хăйсем тавçăрнă. Беляков ĕçĕ вăл. — Кутяков хăй кăна пулсан пырĕччĕ-ха. Паян Чапаева кĕтеççĕ. Лекетех пуль сана, Лапша, куншăн. — Чапайран лекмест. Кулаксене вăлтса, вĕсен контрреволюциллĕ ăшчикне тавăрса кăтартнăшăн Чапай орден парать мана. — Эс Чапайпа, тен, туслă та пуль, пĕлместĕп. Анчах пĕччен çӳремест вăл халь. Унпа пĕрле комиссар та килет, Фурманов юлташ. Вăл мĕн калĕ? — Хăрамастăп, кăмандир юлташ. Эс мана пур инкекрен те çăласса шанатăп. Командир тени, илтмĕш пулса, лашине шпорăпа пăталарĕ. Икĕ юланут вара тӳрех Селĕп Кириле çурчĕ еннелле юрттарчĕ. Лешеккинче пирĕн паллакан хушлăха та манса хăварман çурхи шыв. Илюшăсен пӳртне шыв илнĕ. Илюша амăшĕ вăхăтлăха Радаевсем патне пурăнма куçнă. Ольăсен пĕтĕмпех куçмалла пулмарĕ. Шыв хапха патне çитсе чарăнчĕ. Çапах та Оля амăшĕ выльăх-чĕрлĕхе, кирлĕрех япаласене ял варрине, шанчăклă çĕре, куçарчĕ. Хăй те ытти ачисемпе кунта çывăрмасть. Оля килте пĕчченех юлнă. Чăваш мункунĕ ĕлĕк-авал хăрушă эрнери юнкун пуçланнă теççĕ. Оля ун пирки пĕлмест, анчах темшĕн мункун савăнăçĕ паян иртенех унăн чĕрпне кăтăкла пуçларĕ. Çывăхарса килекен телее сиснĕ-ши хĕр е çурхи тулăх шыв тулли ĕмĕт хускатать-ши ун чĕринче? Пӳртре пĕчченех хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчесе, уçă чӳречерен пăхса ларать Оля. Чӳккукри еннелле пăхать вăл. Рамашăн çимĕк çулĕ те пĕтĕмпех шыв айне пулнă. Тарасăн йĕлтĕр çулĕ те ирĕлсе пĕтнĕ. Чулçырмапа çыхăнмалли çулсем пӳрте татăлчĕç. Çуркуннехи çул юратнă чĕрешĕн пуринчен кĕске, тӳп-тӳрĕ пулма пултарнине пĕлмест-ха вăл, çав тӳп-тӳрĕ çулпа унăн телейĕ çывăхарса килнине те курмасть. Пăрутапăрĕпе Чӳккукри еннелле мар, кăшт сулахаялларах пăхсамччĕ, Оля! Ав, куратăн-и, Чулçырма варринчен çурхи тинĕсе темле туратлă каска юхса кĕчĕ. Каска мар вăл, Оля, туратлă йывăç та мар. Шыва майăн мар, шыва хирĕçрех, тӳрех сан хапхуна тĕллесе килет вăл. Акă вăл кимĕ пекех курăна пуçларĕ ĕнтĕ, çынсем те курăнаççĕ. Виççĕн вĕсем. Тин асăрхарăн та… урама чупса тухрăн. Урамĕ те ял урамĕ мар ĕнтĕ халь. Венеци урамĕ тейĕн. Пултăрах! Эс пурпĕрех Венецире пулман, ун пирки илтмен те. Илтнĕ пулсан та, хăвăн паянхи телейне нимле венецианка телейĕпе танлаштармăн… Малалла мĕн пулнине эсĕ лайăх астумастăн та, Оля. Кайран, нумай вăхăт иртсен тин, эс çак ăшăта уяр куна, çак икĕ çул кĕтнĕ вăхăта кашни самант таран астуса илме тăрăшăн… Оля хапха умне тухса тăчĕ. Шыва кĕрсе, кимме хирĕç утма та хатĕр вăл. Пĕри, пĕчĕкреххи, Тарас. Теприне те палларĕ Оля: Филька вăл. Виççĕмĕшĕ кам?! Спирка пулас çук ĕнтĕ. Илюша та мар… Оля теприн пирки йăнăшасран хăрать. Акă вăл, виççĕмĕшĕ, ура çине тăчĕ те карттусĕпе сулкалама тытăнчĕ. Тем кăшкăрать, уççăн илтĕнмест-ха. Акă Филька та, ишме пăрахса, ура çине тăчĕ, карттусне çӳлелле ывăтрĕ, анчах тытаймарĕ, шыва ӳкерчĕ. Виççĕшĕ те, пĕчĕк ачасем пек ахăрса, карттус тытма пикенчĕç… Оля та те ĕсĕклесе, те ахăлтатса кулса ячĕ. Те макăрать вăл, те кулать. Кулать! Тути-çăварĕ те, куçĕсем те кулаççĕ, анчах куçĕнчен шултра куççуль тумламĕсем шăпăртатса юхаççĕ. … Катаран Рамаша палларĕ Оля, çывăхра паллаймарĕ, сасартăк ютшăнса ӳкрĕ. Çапах та икĕ çула яхăн иртнĕ çав. Çамрăк чуншăн икĕ çул тепĕр чух çур ĕмĕр пек туйăнать, тепĕр чух тата пĕр вырăнта тăрать. Савнă каччине кĕтсе пурăннă чух Ольăшăн виçĕмçулхи асран кайми çимĕк кунĕсем те иртсе кайман пек туйăнатчĕç. Яланах асра тăракан Рамаш сăнĕ те икĕ çул хушшинче пĕртте улшăнмарĕ. Анчах вăхăчĕ чылай иртнĕ çав. Çывăхра Оля паллаймарĕ те Рамаша. Урăх çын: çӳллĕрех, сарлакарах, тути усси йĕрĕпе хуралнă. Тумĕ те урăх, сăнĕ те улшăннă. Çук, çук, сăнĕ улшăнман. Ак йĕкĕт тутине чалăштарса йăл кулчĕ. «Оля, Ульга!» — тесе хĕре ыталарĕ… Кимĕ Ольăсен хапхи патне çывхарнă çĕре шыв илнĕ хушлăха халăх пухăннăччĕ. Çынсем мĕн каласса пăхмарĕ Оля, каччине хăй те ыталарĕ, куçне хупса, хăй те чуптурĕ. Хĕрпе каччă пӳрте кĕчеç. Чӳрече хупăнчĕ, чаршавĕ карăнчĕ, Тарас, ача пулсан та, ăнланчĕ, пиччĕш хыççăн пӳрте кĕмерĕ. Филька пурне те пӳрт çумĕнчи типĕ сукмакпа аяккарах ертсе кайрĕ, вĕçĕмсĕр юмахласа, карма çă-варсене йăпатрĕ. — Юлташун кăкри çинче мĕн вăл? Хĕрес те мар, медаль те мар, — ыйтрĕç унран йĕкĕтсем. — Орден! Хĕрлĕ Ялав орденĕ, — терĕ Филька. — Ун пек орден урăх никамăн та çук. Вара Филька, Рамаша мĕншĕн орден панине хăй те тĕплĕн пĕлменскер, Шатра Микка пек çавăнтах майлаштарса юмахлама пуçларĕ. Анчах ăна хĕрарăмсем килсе чăрмантарчĕç. Спирка амăшне курсан, вăл сасартăках шăп пулчĕ, пуçне усрĕ. Унтан хăй амăшĕ çывхарнине курчĕ те, халăх хушшинчен тухса, ăна хирĕç чупрĕ. Филька тĕнчере пĕччен пурăнма пултараймасть. Ана тĕрек — çирĕп, шанчăклă юлташ кирлĕ. Ялта çавăн пек тĕрек уншăн Илюшăччĕ. Отрядра, Илюшăпа уйрăлсан, вăл Спирка мĕлки пулса тăчĕ. Спиркăна çухатнă хыççăн вара Филька хăйне хăй те пĕлми-туйми пулчĕ. Кутяков бригади Урал фронтне куçсан, Рамаш ял çыннисене шыраса тупрĕ, Филькăна хăй патне куçарчĕ. Çĕнĕрен чĕрĕлчĕ вара йĕкĕт. Çакăн хыççăн ытти юлташ-янташсенчен пачах уйрăлчĕ Филимон Лапшин. Чапаев дивизине Хĕвелтухăç фронтне куçарчĕç, Колчака хирĕç ячĕç, лешсем урăх дивизире, Урал фронтĕнче, Уральск хулине сыхлама юлчĕç. Çурхи шыв пĕр чикĕре вăрах тăмасть: е тулать вăл, е чакать. Ольăн çурхи шыв пек тулса кайнă телейĕ те вăраха пымарĕ… Лешеккинче Рамаш пĕр каç кăна ирттерчĕ. Ольăн амăшĕ кăмăлларĕ кĕрӳшне. Рамаш, паллашнă чух, тӳрех: «Эп Оля упăшки», — терĕ, анчах хăрушă эрне иртмен-ха — туй тума юрамасть. Туйсăр арлă-арăмлă пурăнма çынсем умĕнче ырă мар. Çапла калаçкаларĕ ват çын. — Авалхи йăлапа чăваш мункунĕ юнкун пуçланать, — терĕ Рамаш. — Кунта туй тума юрамасан, пирĕн енче тăвăпăр. Венчет кирлĕ мар пире. Ман атте патша чухне те вунă çул венчетсĕрех пурăннă. Эпир халь Совет вăхăтĕнче çĕр çул пурăнăпăр… Рамаш халь шыв урлă пĕчченех каçас терĕ, Филькăпа Ольăна ыран каçма хушрĕ. Кимĕ çӳретме Тараса хăйпе илсе кайрĕ. Кĕçнерникун Рамаш çутăлнă-çутăлман Тоцкине вĕçтерчĕ. Тата тăват-пилĕк кун килте пурăнма ирĕк пачĕç ăна. Тен, Тоцкине таврăнмалла та пулмĕ, пĕр-ик кунтан полк Чулçырмана пырса позици йышăнмалла пек калаçрĕç. Рамашпа Ольăн туйе эрнекун пуçланчĕ. Туйра ĕçкĕ пулмарĕ. Филькăна «кĕçĕн кĕрӳ» туса ташлаттарчĕ Рамаш. Кайран хăй пĕччен те, Ольăпа пĕрле те ташларĕ. Шатра Микка шăпăр каларĕ. Кăмăшка тавраш ĕçмерĕç «камун туйĕнче», анчах Лисук пиччĕшсем патĕнчен сăра тупса килчĕ. Халь ĕнтĕ сăрине Сахар та кăшт ĕçрĕ. Нимрен ытла туй çыннисене Филька тĕлĕнтерчĕ: кимĕ тĕпне шăп Тарас пысăкăш çуйăн хурса килнĕ вăл. Унăн çуйăнĕ те мар, сăмахĕ ытларах тĕлĕнтерчĕ. «Çенĕкре, пĕр хатĕрсĕрех тытрăм», терĕ вăл. Çынсем йĕкĕт шӳт тăвать тесе ĕненмерĕç. Рамаш хăй те ĕненмерĕ: «Эс, Лапша, кăшт ĕненмеллерех тыттар», тесе кулчĕ… Шăматкун каç енне Стенька Разин ячĕпе хисепленекен полк яла килсе кĕчĕ. Рамаш хăйĕн эскадронне Çырмапуçĕнче вырнаçтарчĕ. Командир авланнине пĕлсен, хĕрлĕ армеецсем çĕнĕрен туй тума пуçларĕç, Стенька Разин çинчен юрă юрларĕç, «Эй, ты, Филька, черт, спляши!» тесе Филькăна ташлаттарчĕç. Ташлама сасартăк юрă кĕввине те улăштарчĕç, сăмахĕсене те тупрĕç: Тетка, тетка, Лизавета, Я люблю тебя за это, И за это и за то… Во! И боле ничего. — Сана та асăнаççĕ, Лисук. Эсĕ те ташласа кăтарт, — терĕ Сахар арăмне. — Катари вырăссене тĕлĕнтерсе, чăвашла якăштатса кăтарт-ха… Тĕн йăлисене пĕтĕмпех йышăнса çитмен чăвашсем «камунсене» хăрушă эрнере туй тунăшăн сивлемерĕç. Халăх туй курма ялĕпе пухăнчĕ. Вырсарникун, мункун чанĕсем тĕнкĕлтеттерме тытăнсан, «туй халăхĕ», темиçе кимĕ тупса, шыв çинче ярăнса туй турĕ тата. Каллех чапаевец-разинецсен юратнă юрри кĕрлерĕ: Из-за острова на стрежень, На простор речной волны Выплывают расписные Стеньки Разина челны… Тунтикунпа ытларикуна Рамашпа Оля ытларах чуччу ярăнса ирттерчĕç. Пĕлĕте вĕçсе каяс пек ярăнчĕç. Хĕçлĕ, шпорăллă туй халăхĕ кăнтăрла кунĕпе çамрăк мăшăр тавра явăнчĕ. Каç енне вĕсене Филька хăваласа яма пикенчĕ. Хăй авланса курман пулин те, авланнă командирĕн кăмăлне сисрĕ пулас… Юнкун нрхине полк ялтан кайичченех чулçырмасем çуракине тухрĕç, анчах пурте мар. Иĕнерлĕ Ту еннелле никама та ямарĕç, унта çапăçу пулмалла. Ирхине Тарас та, ула лашана кӳлсе, куккăшсен эртелĕпе пĕрле пушкăрт енне çуракине кайма хатĕрленчĕ. Вăл ĕнтĕ, тилхепе тытса, вăрлăх миххнсем çине хăпарса та ларнăччĕ. Çав вăхăтра пӳртрен Рамаш чупса тухрĕ. — Чим-ха, Тарас, ан тапрат лашуна, — кăшкăрчĕ вăл. — Хире илсе кайма çăмарта пĕçертĕмĕр, çуйăн ăшаларăмăр. Инкӳ юриех сан валли çуйăн хӳрине хăварнă. Юлашкинчен Тараса пиччĕшĕ ыталаса хытă чуптурĕ. Ача малтан тĕлĕнсе кайрĕ. Нихçан та Рамаш чуптуманччĕ ăна. Çав самантрах хĕç аври аяк тĕлне пулса ыраттапчĕ. Ачан чунĕ те ыратса кайрĕ. Иртенпех Рамашсем те кайма хатĕрленеççĕ вĕт, Хĕç çакнă. Мĕне кирлĕ вăл? Çын пуçне касма кирлĕ. Рамаш пуçне те çаплах касма пултараççĕ. Çакăн пек шухăшсем тăвăнтарчĕç ачана. Макăрса ярас марччĕ тесе, аран тӳсрĕ Тарас, пиччĕш çине пăхмасăр, тилхепене карт туртса, лашине тапратрĕ. Акă, сăрт çине хăпарса Кивçурта çитсен, Хушка Ту енчен пăшал пĕрре персе янине илтрĕ вăл! Хайхи сигнал! Ял çине каялла çаврăнса пăхрĕ Тарас. Ял кăткă йăви пек хĕвĕшме пуçланă. Кĕçех Çырмапуçĕнчен юланутсем сиктерсе тухрĕç те тăвайккинчи çул çине пухăнчĕç. Пĕри мала иртрĕ. Рамаш вăл, пĕрремĕш эскадрон командирĕ. Кунтанах палларĕ ăна Тарас. Акă, Рамаш хĕç туртса кăларчĕ, темĕскер кăшкăрчĕ те лашине юртăпа ячĕ. Ун хыççăн пĕтĕм эскадрон, эскадрон хыççăн пĕтĕм полк тăвайккипе Йĕнерлĕ Ту еннелле кустарчĕ. Юлашки юланутсем курăнми пуличченех лашине чарса пăхса тăчĕ Тарас. Катари хире пĕр эрне киле таврăнмасăр ĕçлеме тухса каять вăл паян. Куккăшсĕм унта çитнĕ те пуль ĕнтĕ. Тарас та çитрĕ унта, анчах вăл паян лаша хыççăн ана тăрăх çӳремерĕ, кунĕпе урапа айĕнче макăрса, таçта Иĕнерлĕ Ту хыçĕнче аслати кĕрленĕ пек тупăсем кĕрленине итлесе выртрĕ. Селĕп Кириле ачана йăпатса ĕçе чĕнесшĕнччĕ, ăна услап упăшки вырăнне тырă акма килнĕ Кĕтери чăрмантарчĕ. — Ан тив, макăрса лăплантăр. Тăван пиччĕшĕ вĕт, — терĕ. Селĕп Кириле, эртел пуçлăхĕ, ана пуçне пырса тăчĕ те, хĕвелтухăçнелле пăхса, виçĕ хут сăхсăхса илчĕ. Лере çапăçу пуçланнă вăхăтра кунта çураки пуçланчĕ вара. Оля та кунĕпех тупă сассине итлесе, вырăн çинче пуçне çĕклемесĕр выртрĕ. Каç енне амăш патне таврăнас терĕ вăл. Сахар ăна хăй кимĕпе леçсе хăварчĕ. Çул тăршшĕпе пĕрне-пĕри сăмах чĕнмерĕç вĕсем. Çулĕ те кĕскелнĕ ĕнтĕ. Çурхи шыв нумай чакнă, çырана ларса пырать… Тулли шыв вăхăтĕнче тулли телей курса юлчĕ Оля. Вăл малашне чакса, типсе ларĕ-ши е, юханшыв пек çырана кĕрсе, ĕмĕр тăршшĕие лăпкăн юхса выртĕ-ши? Кам пĕлет? Хулари чăвашсем Хула хĕрринчи урамра, икĕ хутлă хĕрлĕ чул çурт таврашĕнче, ирĕн-каçăн чăвашла калаçаççĕ. Тепĕр чух кунта чăвашла юрланине те илтме пулать. Урамĕ ял урамĕ евĕрлĕрех: чул сарман, шăлтăр-шалтăр хăма тротуарсем… Урам тăршшĕпе икĕ рет пĕр пекрех йывăç пӳртсем ларса тухнă. Пӳрт тавра — хăма хӳмеллĕ килкарти, пӳрт çумĕнче — сăрланă хапха. Тимĕр витнĕ пӳртсем хушшинче хăма витнисем те пур, улăм витни çеç курăнмасть. Ирхине, ялти пекех, кашни хапхаран ĕне, качака хăваласа кăлараççĕ. Кĕтӳ хула вĕçне тухичченех урам тăршшĕпе тусан йăсăрланать вара. Мĕн тесен те, хула сĕмĕ çук çак урамра. Мочалов купцан икĕ хутлă хĕрлĕ çурчĕ çеç пăртак хулана асилтерет. Урам ячĕ ĕлĕк «Выгонная» пулнă, халь улăштарнă, «Пролетарская» теççĕ. Мăрзабай Çимунĕ килĕшмест çак ятпа. «Ана «Пролетарская» мар, «Мещанская» темеллеччĕ, кунта тĕп мещенсем пурăнаççĕ», — тет. Çимун ятне ахальтен асăнмарăмăр. Çак хĕрлĕ çуртра виççĕн пурăнаççĕ вĕсем. Çимунпа Трашук тата Мулла Анукĕ. Ялта çапла чĕнетчĕç вĕсене. Хулара вĕсем пĕрне-пĕри урăхла чĕнекен пулнă. Самартан политшкул пĕтерсе килчĕç вĕсем. Уисполком пайĕсем йĕркеленнĕ хыççăн Ятрус Хрулккине ĕçрен кăпăр-капăрах хăтармарĕç. Çутĕç пайĕн пуçлăхĕ пулмалли çын тупăнчĕ. Тата чăваш шкулĕсен инспекторĕ кирлĕ. Ватă учитель Самартан Николаевпа Петров вĕренсе таврăнасса кĕтсе пурăнчĕ. Çăва тухнă çĕре Ятрус аран кĕтсе илчĕ вĕсене. Анчах икĕ «Самар çыннипе» пĕрле тата хăйĕн хĕрĕ те килессе кĕтменччĕ вăл. — Парти мана укомра хĕрарăмсемхушшинче ĕçлеме ячĕ, — терĕ Анук. Хрулкка питех тĕлĕнмерĕ. Кам та пулин çак ĕçе те пуçармалла. Çавах тăван хĕрне тăрăхламасăр та тӳсеймерĕ старик. — Парти сана киле таврăнса тырă акма хушмарĕ-и? Тен, усси ытларах пулĕччĕ. Çăкăр çиекенсем хулара пирĕнсĕр те нумай. Анук аптраса ӳкмерĕ, ашшĕ евĕрлĕрех лахлатса кулчĕ те çапла тавăрса хучĕ: — Тайман Сахарĕ ĕçлеме яла таврăннă темерĕн-и? Ман ула лашана кӳлнĕ-тĕк, ĕçлетĕр. Тырă акса ӳстертĕр. Кĕркунне ун патне çăкăр илме кайăпăр. Коммуна пулать вара. Вăл ватăлсан, тырă акма эпир таврăнăпăр. Ашшĕ, пӳрнепе юнаса, тем каласшăнччĕ, вара каламасăрах алă сулчĕ. Çапах, кăшт тăрсан, каламасăр та тӳсеймерĕ: — Хăтланăр. Сиртен коммуна туса пулмасть пуль. Эсир, Арланов пек, хулана делопроизводитель пулма çеç килмен пулсан, пырĕччĕ, — тесе, нимрен тĕлĕнмен хĕрне кăшт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. — Мĕнле Арланов? Мĕн дела… Мĕн мурĕпе хăрататăн эс пире? — терĕ Анук, вăрăм сăмахне çавăрса калаймасăр. Ашшĕпе хĕрĕ революци çулĕсемпе çӳресе, ăнсăртран пĕрне-пĕри тĕл пулса, хăйсен хушшинче калаçни çакă çеç пулчĕ. Ятрус учитель Мăрзабай Çимунне ĕçпе паллаштарчĕ те хăй Весуккана таврăнма васкарĕ. Ватă инспектор çак хĕрлĕ çуртра пĕр пĕчĕк пӳлĕмре пурăнатчĕ. Халь ун пӳлĕмне Анук йышăнчĕ. Арçынсем те çав çуртрах пысăк пӳлĕме вырнаçрĕç. Хуçа хирĕçме мар, хăех çапла тума сĕнчĕ. Мочалов купца влаçпа тулăксăр хирĕçекен çын мар. «Власть улшăнсан, хăйсемех тухса тарĕç, улшăнмасан — коммунсемпе лайăх пурăнни те пăсмасть», — тесе шутлакан çын вăл. Трашука халь ял çыннисем курсан та паллаймĕç, палласан та — Трашук тесе чĕнме хăяймĕç. Ак хăçан, Наçтук сăмахне чăна кăларса, «Трашук мучи» пулса тăчĕ вăл. Самарта пурăннă чух хăюсăр каччăн ытарайми хитре сухал шăтса тухнă. Малтанах унăн хырăнма май пулман ахăр. Каярахпа вара ал сулнă. ПĕррехиНче чăваш курсантсем пурăнакан общежитие Воробьев юлташ хăй пырса кĕчĕ. Курсантсем вăл вăхăтра шăпах Петров сухалĕ пирки тавлашатчĕç. Тилечер чăвашĕн бритва пур иккен. Вăл Трашукăн хитре сухалне хырса пăрахма хатĕрленнĕ. Николаев — Мăрзабай Çимунĕ — иккĕшне те вăрçать, хитре сарă сухала пĕтерме парасшăн мар. Пысăк пӳлĕмре пурăнакан вăтăр чăваш икĕ ушкăна уйрăлнă: пĕрисем «Долой кĕреçе сухал!» — тесе шавлаççĕ, теприсем «Да здравствует ылтăн сухал!» — тесе кăшкăраççĕ. Воробьев пырса кĕрсен, пурте шăпланчĕç. Самарти вак халăхсен пуçлăхĕ алăк патĕнче куçпа çеç кулса тăрать. Ку пĕчĕк те ăслă чăваша Мăрзабай Çимунĕ халь ĕнтĕ лайăхрах пĕлсе çитрĕ. Елĕкрех пăртак хăратчĕ вăл унран. Ялан ĕçре, нихçан та кулмасть, парти ĕçĕшĕн хăйне те, çынна та шеллемест. Еçрен урăх унпа ним пирки те калаçаймăн, тесе шутлатчĕ Çимун. Анчах Иван Васильевич кулма та, тăрăхлама та, нимсĕр шӳтлеме те, çынсем пекех савăнма та пĕлет иккен. Ак халĕ те, куçĕпе кулса, кăмăлĕпе савăнса, сăмах чĕнмесĕр пăхса тăрать вăл. Чăн та савăнать халь Воробьев. Курсантсем хирĕçнĕшĕн, хытă шавланăшăн, ннмсĕрех «Долой!», «Да здравствует!» — тесе кăшкăрма вĕреннĕшĕн савăнать. — Мĕн пулчĕ вара сирĕн кунта? Пĕтĕм тĕнчере революци тăвасшăн-и эсир е хирĕç-и? — ыйтрĕ вăл, малалла иртсе. — Çук, Иван Васильевич. Паян кун йĕркинче урăх ыйту, — пуринчен малтан сăмах хушрĕ бритва тытса тăракан Тилечер чăвашĕ. — Çамрăк йĕкĕте ватăлтарас тет хăшĕ-пĕри, Петров юлташран чиркӳ старости е старшина тăвасшăн. Кивĕ режимщиксем! Мĕн пирки тавлашу пуçланнине пĕлсен, Воробьев сасăпа кулмарĕ. Вăтанса ӳкнĕ Трашука, унччен иихçан курман пек, тимлĕн пăхса сăнарĕ те: — Миçере-ха эс, Петров юлташ? — тесе ыйтрĕ. Трашук хăй миçере пулнине пĕлтерчĕ. — Емĕр тантăшĕ пулатăн иккен. Юрĕ. Çапла каларĕ те Воробьев, Трашук çинчен çавăнтах манса кайнă пек, курсантсемпе урăххи пирки калаçа пуçларĕ. «Юрĕ» тени мĕне пĕлтерчĕ-ши?» — шухăшларĕ Трашук пăшăрханса, хăй çапах унăн сухалĕ пирки пурте манса кайрĕç ĕнтĕ тесе хĕпĕртерĕ. Анчах Воробьев юлташ манман иккен. — Сухал пирки çапла тăвăпăр. Халь хырас мар. Хырмасăр-касмасăр ӳстерсе куртăр. Шкул пĕтернĕ чух эпир Петрова сухал пирки те экзамен тăвăпăр. Сухалĕ килĕшсен — çаплах хăварăпăр, килĕшмесен — хырса тăкăпăр. Юрать-и? — терĕ вăл тухса каяс умĕн. — Юрать, юрать! — кăшкăрчĕç пурте. Çапла кĕреçе сухаллă та мăнаçлă çын пулса тăчĕ хăюсăр каччă Трашук, уком инструкторĕ Петров юлташ. Çирĕм пиллĕкре тесен те шанмаççĕ ăна халĕ палламан çынсем, пĕр вăтăр пиллĕксенче пуль теççĕ. Çавăн пирки шухăшланă та Воробьев сухал кастарма хушман чух. Пысăк отряд Чапаев патне кайнă чух Трашук пĕчĕк отрядпа пĕрле Самлей вăрманĕнче юлчĕ. Вĕсен пĕчĕк отрячĕ кĕçех пысăкланчĕ, Кăяш Тимкки тĕп отряда ăсатнă хыççăн хăй каялла вăрмана таврăнчĕ, Весуккапа Самлей таврашĕнчи партизансене хыр вăрманĕнчи партизансемпе пĕрлештерчĕ. Çав пĕрлешнĕ отряд шуррисене темиçе кун хушши Самар шывĕ урлă каçма памасăр чарса тăчĕ, Хĕрлĕ Çар чаçĕсем пырса çитичченех каялла чакмасăр паттăрла çапăçрĕ. Трашуксен отрячĕ хĕле кĕричченех уйрăм отряд шутланчĕ. Çĕнĕ çул тĕлнерех тин вăл Хĕрлĕ Çарпа пĕрлешрĕ. Çав вăхăтра отряда Авандеев, Воробьев тата Алексей Самарин пырса çитрĕç. Вĕсем, пĕр тĕрлĕ комисси пек пулса, отрядри чăвашсене пурне те тĕрĕслерĕç. Ватăраххисене киле ăсатрĕç, хут ытларах пĕлекеннисене Самара кайма палăртрĕç. Çав майпа ĕнтĕ Шатра Миккапа Пали тата отрядра хĕрарăмсенчен пĕччен юлнă Оля çĕнĕ çула яла таврăнчĕç, Çимунпа Трашук Самарта уçăлакан çарпа политика шкулне лекрĕç. Тĕрĕссипе, кусем иккĕшĕ те çара та, çар валли кадрсем хатĕрлекен шкула та лекмелле марччĕ. Самарти комисси тиркерĕ вĕсене: Çимуна — кивĕ суранĕсем пирки, Трашука — ура лаппи ытлашши тӳрем тесе. Çапах та Воробьев хăварттарчĕ вĕсене, вĕреннĕ кадрсем фронтра кăна мар, тылра та кирлĕ пулаççĕ терĕ. Трашукăн Самара лекни те, хăйĕнчен аслăрах çынсемпе пĕрле вĕренни те питĕ усăллă пулчĕ. Унăн çамрăк пуçĕнче тĕрлĕ ыйту хĕвĕшетчĕ, вĕсем иăтранса, арпашса, пуçа анрататчĕç. Елĕкрех мĕн вĕренни, вулани, пурнăçра сăнани — халь пĕтĕмпех вырăна лара пуçларĕ. Тĕксĕм шухăшсене хĕвел çутатрĕ тейĕн. Çав хĕвел çутин ячĕ те пур иккен. Марксизм теççĕ ăна. Çак ăслăлăха Иван Васильевич хăй вĕрентет, чăвашла каласа ăнлантарса парать. Тата вĕсемпе пĕрле вăрманта пулнă ватă большевик, Малинин юлташ, парти историне кĕнекерен те мар, пурнăçран илсе каласа парать. Марксизм ăслăлăхне темрен те хытăрах юратса пăрахрĕ Трашук. — Вăрçă пĕтсен сана, Петров, Мускава вĕренме ярăпăр. Эс лайăх марксист-философ пулатăн. Халь, ку шкула пĕтерсен, халăх хушшинче ĕçлесе кур, пурнăçа лайăхрах сăна, Маркс, Энгельс тата Ленин çырнисене тăнласа вула, — терĕ Воробьев Трашукпа уйрăм калаçнă чух. Мăрзабай Çимунĕ мĕн улшăнассине унчченех ĕнтĕ улшăннăччĕ, çитĕнсе çитнĕччĕ. Çавах шкул уншăн та питĕ усăллă пулчĕ. Çимун кунта курсант кăна мар, тата учитель те пулса курчĕ. Пĕррехинче вăл пĕр учительница аташса калаçнине тӳрлетесшĕн пулчĕ, урок вăхăтĕнче алă çĕклерĕ те: — Хӳреллĕ çăлтăр планета пулмасть вăл, комета теççĕ ăна, — терĕ. Учительница, çăмăлттайрах хитре хĕрарăм, хăйĕн йăнăш сăмахне тӳрлетесшĕн пулмарĕ. Çакăн çинчен пĕлсен, Иван Васильевич пĕли-пĕлмн учительница тупнăшăн Самарина — шкул пуçлăхне — хытă вăрçрĕ тет. Лешĕ учительница та пулман иккен, паек илесшĕн çеç, «Эпĕ учительница» тесе, Самарина улталанă. Воробьев Николаева хăйне кăшт тĕрĕслерĕ те географи-космографи ыйтăвĕсемпе хăй мĕн пĕлнине курсантсене вĕрентме хушрĕ. Çимун, ĕлĕкех учитель пулма ĕмĕтленнĕскер, хăйĕн учитель пулас ĕмĕтне те, пултарулăхне те кунта лайăх палăртрĕ. Самартан тăван хулана ăсатнă чух Воробьев ăна çутĕç пайĕнчен учитель иулма право паракан хут туса пачĕ. Çавăнпа Çимуна кунта пĕр иккĕленмесĕр чăваш шкулĕсен инспекторĕ турĕç. Мулла Анукĕ хăйĕн ялти ятне халь мана та пуçларĕ ĕнтĕ. Халь вăл — Ятросова юлташ. Анчах, отрядпа Чапаев патне çитнĕскер, епле Самара килсе лекнĕ-ха вăл? Хăйĕнчен ыйтсан, «Чапая» вырăнтан кăларнипе килĕшмерĕм», тет кăна. Чăнах та, Чапаева Мускава, академие вĕренме ăсатнă хыççăн чапаевецсем нумайăшĕ: «Пирĕн юратнă командира штабри офицерсем курайманнипе вырăнтан кăларчĕç», — тесе калаçкаланă. Анук политотделра кăшт урăхларах каларĕ: «Чапая вĕренме ăсатрăр, мана та вĕренме ярăр», терĕ. Санитарка пулса ĕçленĕ хĕрарăма вара медсестрана вĕренме ăсатрĕç. Губкомра ăна Воробьев тĕл пулчĕ. Çапла Ятросова вак халăх çыннисен политшкулĕнче вĕренекен пĕртен-пĕр хĕрарăм пулса тăчĕ. Анчах Анук Самара кайма ăнтăлнăшăн Чапай мар, урăххи айăплă пулнă-ха. Политотделра ĕçлекен Осокина фронт штабĕ Самара чĕнсе илнĕ. Самартан каялла, дивизие, таврăнман вăл. Çук, кунта та тупаймарĕ ăна Анук. Бригада комиссарĕ туса, таçта ăсатнă терĕç Мишша-салтака. Хĕрарăм ăнланчĕ вара: вăрçă вăхăтĕнче арçын хӳри пулса çӳреймĕн. Лăпланса, вăрçă пĕтессе кĕтсе ларас пулать. Çапах та пĕр вырăнта лармасть-ха Анук. Хулара пурăнать пулин те, вăхăтне ытларах тĕрлĕ чăваш ялĕсенче ирттерет. Ялта, халăх пухăнсан, Анук тĕнчери лару-тăру çинчен доклад туса парать. Политшкулта мĕн вĕренни доклад тума нумаях пулăшаймарĕ ăна. Темтепĕр вĕрентрĕç унта. Аçта пĕтĕмпех астуса çитерĕн! Малинин юлташ вăрманта тунката çине тăрса каланă лекцисене лайăхрах пуçа хывнă вăл. Çавăнпа унăн докладĕнче тем те пур: çĕр чăмăрĕн историйĕ те, революци юхăмĕ те, шурă чехсемпе учредилкă историйĕ те. Чапайăн чаплă ĕçĕсене те асăнмасăр хăвармасть Анук. Ара, унта хăй пулнă-çке-ха вăл. Сахара килентерекен виçĕ улăплă Ула çуртра ĕçлеме пӳрнĕшĕн пушшех савăнать Анук. Вĕсем киличчен кăшт маларах кунта Чапаев штабĕ пулнă. «Тăшмана Чапайсăр çĕнтереймĕç, Мускавран чĕнсе илсе, каллех дивизи командирĕ турĕç ăна. Пирĕн Чапай пек паттăр командир урăх çук», текелесе, час-часах мухтанать Анук. Хулари чăвашсем ялсене пĕрерĕн кашни хăй ĕçĕпе тухса çӳреççĕ. Виççĕшĕ вăтăр яла çитнĕ ĕнтĕ, анчах тăван яла пĕри те кайса курман-ха. Пурте пĕрле кайма ĕмĕтленеççĕ. Кĕçех хулари чăвашсем çумне тата Арланов килсе хутшăнчĕ. Тайман Сахарне панă сăмаха асра тытса, Чулçырмана куçас шутпа килчĕ вăл. Хулари чăвашсем хапăл туса йышăнчĕç ăна. Иккĕмĕш эрне ĕнтĕ вăл та ыттисемпе пĕрле хĕрлĕ çуртрах назначени кĕтсе пурăнать. Çĕнĕ инспектор Тайман Сахарĕ пуçланă ĕçе аран туса çитерчĕ. Иккĕмĕш учитель пирки те, Лешеккинчен Чулçырмана çурт куçарас пирки те ĕçсене исполкомра майлаштарнă хыççăн Арланова: — Ну, граф, хатĕрлен, çак кунсенче пурте Чулçырмана каятпăр, — терĕ (Çимун Арланова, лешĕ Евграф ятлă пулнăран, çапла чĕнет). Чулçырмана каяс умĕн пĕр-ик кун маларах хулари чăвашсем каçхине хула садне, çуллахи театра, спектакль курма кайрĕç. Тăваттăн кайрĕç те… виççĕн таврăнчĕç. Трашука таçта çухатса хăварчĕç вĕсем. Театрта пурте уйрăм ларнăччĕ. Киле таврăнсан тин юлташĕ пирки пăшăрханса ӳкрĕç. Çавăнпа, çур çĕр иртнĕ пулсан та, çывăрма тăруках выртмарĕç, Трашука кĕтсе, калаçса ларчĕç. «Тартюф» ятлă спектакль курчĕç вĕсем кĕçĕр. Анук спектакльте кăтартнă пурнăçа тиркесе çĕтĕле пуçларĕ: — Мĕне кирлĕ пире çав анкă-минкĕ терттюхсен пурăнăçĕ? Хамăр пурăнăçа, революцишĕн кĕрешекен паттăрсене спектакльте кăтартас пулать. Ку шухăш Арланова та килĕшрĕ. Тăван халăха чăвашла спектакль лартса кăтартас пирки хаваслансах калаçрĕ вăл. — Ял çыннисем каçса кайĕччĕç, — татах хĕтĕртет Анук арçынсене. — Эпир хамăрах артистсем пулма пултараймастпăр-и вара? Мĕнле пек? Çутĕç пайĕ мĕн шухăшлать кун пирки? — Чăвашла пьесăсем çук, — терĕ Çимун. — Иван Васильевич патне çырса пăхас мар-и? Тен, вăл пире пĕр-пĕр чăвашла пьеса ярса парĕ. — Ху пьеса çыр, — сасартăк инспектора хупăрларĕ хĕрарăмсен пуçлăхĕ. — Чулçырмара мĕн тĕрлĕ ĕçсем пулса иртрĕç! Виçĕ Якур тăватă чехпа çанăçни кăна мĕне тăрать… Сан чул вĕреннĕ пулсан, хам çырăттăм. Çыр. Еçĕ те пĕтнĕ. Пьеса çырма уком ячĕпе партийнăй задани паратăп сана. Çимун, пырĕнчи кĕсле хĕлĕхĕсене пурне те янраттарса, ахăлтатса ячĕ. — Нимле заданипе те пьеса çырса пулмасть манран, — терĕ вăл кулма чарăнсан. — Вырăсла çырнине чăвашла куçарма, тен, пултарăпăр. Юрĕ. Халь çывăрар-ха. Трашука кĕтсе илеймерĕмĕр. Аçта кайса çухалчĕ-ши сухаллă каччă?! — Вăрманта çухалманнине хулара çухалмĕ… Чипер çывăрăр! — терĕ те Анук, анаслакаласа, хăй пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ. Анук сăмахĕсем Çимуна лăплантараймарĕç. Анук — хĕрарăм. Вăл Çимунпа Трашук паян мĕн пирки тавлашнине маннă та пуль. Çимун манман. Шăп çав йĕкĕт çулĕсем пирки тавлашрĕç те вĕт. Кăнтăрла «юрату çук» тесе тавлашакан каччă çĕрле юрату çулĕпе кайса çухалнине ĕненес килмест. Ăçта çухалнă вара? Пĕр-пĕр инкек пулман-ши? Нумайччен куç хупмасăр пăшăрханса выртрĕ Çимун, çапах тул çутăлнă çĕре унăн куçĕ те хупăнчĕ. Трашук кун çутипе тин таврăннине сисмерĕ вăл. «Юрату çук… » тенĕччĕ Трашук Имунпа Трашук хушшинчи туслăх, Мăрзабай хирĕнче ĕçленĕ чух пуçланнăскер, аталансах пычĕ. Ĕлĕкрех Çимун асличчĕ. Самарта пĕр шкулта вĕреннĕренпе вара вĕсем тантăшсем пекех пулчĕç. Еçпе илсен, халь Трашукĕ аслăраххи. Пĕр пӳлĕмре пурăнакан икĕ тус хулари библиотекăна кĕнеке илме пĕрле çӳрет. Анчах тĕрлĕ кĕнеке вулаççĕ вĕсем. Трашук, марксист пуласах тесе, Воробьев çырса панă список тăрăх, Маркс, Энгельс, Ленин, Плеханов, Герцен, Чернышевский çырнă кĕнекесене вулать, Çимун — илемлĕ литература. Пуринчен ытла Тургенев тата Мопассан çырнисене юратать вăл. Трашук ун пек кĕнекесем çине пăхма та йĕрĕнет, ĕçсер çынсемшĕн ача вăййи вăл тет. Çимун çĕнĕ роман вулăса тухмассерен яланах пĕр сăмах хускатать: юрату пирки. Калаçасса Çимун хăй çеç калаçать, Трашук итлесе ларать. Вăл ялан çапла шăпăрт итлесе ларнашăн Çимун тепĕр чухне вăрçма тытăнать: — Эс, мĕн, арçын мар-им? Е марксиста юрату пирки сӳпĕлтетме килĕшмест тетĕн-и?.. Трашук, юрату пирки калаçма пĕлменшĕн айăпа кĕнĕ çын пек, йăвашшăн кулма тăрăшать вара. Сухал ӳстернĕренпе Трашук та арçын шутне кĕчĕ пек ĕнтĕ. Хĕрарăмсем тепĕр чух сарă сухал еннелле кăмăллăн пăхса илеççĕ. Анчах пирĕн хăюсăр каччă кăмăлĕпе çав-çавах ним чухлĕ те улшăнман. Хĕрарăмсем çине пăхма та, тусĕпе юрату пирки калаçма та вăтанать вăл. Калаçас тесен те, мĕн калаçас?.. Хăй юратса курнăччĕ пек, ăна вара никам та юратман… Наçтук тутрине усрать-ха вăл. Тутрине усрать, туйăмне вара усраймарĕ курăнать. Халь Наçтука ăнсăртран аса нлсен те, вăл пĕр-пĕр çывăх хурăнташ пек çеç туйăнать ăна. Ĕлĕкрех юрату тени Трашукшăн тутлă та хитре, кăмăлтан çеç килекен лăпкă туйăмччĕ. Халĕ çав туйăм сĕвĕрĕлсе пĕтрĕ. Юлашки вăхăтра темле вĕрилентерекен тĕлĕксем аптрата пуçларĕç йĕкĕте. Палламан хитре хĕр килсе çулăхать ăна тĕлĕкре. Вăрансанах, хĕр сăнĕ сирĕлсе каять. Сăнарсăр савни каçсерен аптратнипе Трашук тарăхса çитрĕ, «материалистла» шухăшласа çав çыпçăнчăк тĕлĕкĕн тымарне шыраса тупас терĕ. Шухăшла-шухăшла пирĕн çамрăк материалист хăйĕншĕн пĕр открыти турĕ: «Сăнсăр-сăнарсăр хĕре юратрăм. Тамаша! Апла пулсан, юрату тени суя сăмах вăл. Юрату çук. Арлăх туртăмĕ çеç юна пăлхатать». Çак шухăш Трашук пуçĕнче яла кайма хатĕрленнĕ вăхăтра çуралчĕ. Çимун шăп çавăн чух çĕнĕ кĕнеке вуласа тухнăччĕ. Театра каяс умĕн килте иккĕшех юлнăччĕ вĕсем. Çимун яланхи пекех юрату пирки хăйĕн юррине юрларĕ. Трашук хальхинче Çимун сӳпĕлтетнине вĕçĕмсĕр итлесе ларасшăн пулмарĕ, аслăрах юлташне пӳлсе, тӳрех персе ячĕ: — Нимле юрату та çук. Суя сăмах вăл. — Ашак калаçа пуçларĕ! Пăхăр-ха çавна. Ну персе ятăн та, ача, — кула-кула, хирĕç тавăрчĕ Çимун. Анчах вăл кĕçех Трашук кăмăлсăрланнине сисрĕ те юлташне кунĕлетме васкарĕ: — Ан çиллен, Трашук. Вырăсла кун пек чух «Валаамова Ослица заговорила» теççĕ. Çавăнпа çеç ашак пирки асăнтăм. Çилленнипе çилленменнине палăртмарĕ Трашук, çапах юлташĕпе юрату пирки хирĕçсех тавлашса кайрĕ, ăна «идеалист» сăмахпа та кӳрентерме пăхрĕ. Тата тем вăхăт та тавлашатчĕç пуль тĕрлĕ кĕнеке вулакан юлташсем, Анук килсе кĕни кăна сасартăк сивĕтрĕ иккĕшне те. … Спектакль курнă каç çухаласси Трашукăн çакăн пек пулса тухрĕ. Пурте юнашар е пĕр ĕретре те пулин лармалли билетсем пулмарĕç кассăра. Те телее, те инкеке Трашукăн питĕ хитре майрапа юнашар ларма тиврĕ. Çакă, кĕтмен çĕртен, унăн паçăрхи шухăшне арпаштарса ячĕ, чун канлĕхне таçталла вĕçтерчĕ. Çынсем спектакль курнă чух Трашук хитре майран сулахай питçăмартине сăнаса ларчĕ… Трашук малтан лăпланма тăрăшрĕ, хăйне хăй хистесе те пăхрĕ: лартăрах, маншăн пурпĕрех терĕ. Анчах хăй вара сцена çине тӳрĕ пăхса ларма тăрăшрĕ пулин те, куçĕпе пĕрмай сылтăмалла пăрăнчĕ. Хĕрĕн сулахай питçăмарти çинче хура тур палли пур. Кам вăл? Аçта, хăçан курнăччĕ-ши ăна? Ниепле те астăваймарĕ каччă. Антрактсем вăхăтĕнче хитре майра уçăлма тухса çӳрерĕ, Трашук та пĕр вырăнта лармарĕ, халăх хушшине пытанса, ăна сăнарĕ. Акă ун кӳрши пĕр хĕре тĕл пулчĕ, унпа калаçа пуçларĕ. Лешĕ ăна ятпа чĕнчĕ. Сафо! Çĕр çăттăрах, Улькин хĕрĕ вĕт ку! «Паллатăп вĕт. Тата мĕн кирлĕ мана? Ма куç каллех сылтăмалла чалăшать? Шуйттан пĕлет-и… » Юлашки акт вăхăтĕнче çапла шухăшланăччĕ кăна Трашук — хитре хĕр, те юриех, те ăнсăртран, унран пăшăлтатса: — Каçарăр, эсир çак актрисăн хушаматне пĕлместĕр-и? — тесе ыйтрĕ. — Пĕлместĕп. Эп хула çынни мар, — васкаса тавăрчĕ Трашук. Хĕр, ун енне пăртак тайăлса, ăна вут пек куçĕпе тинкерчĕ. Хумханнă, вăтаннă Трашук çунса каяс патне çитрĕ. Хăрушă. Гимнази пĕтернĕ. Унпа калаçма та пĕлеймĕн. Гимнази тени Трашукшăн университет тенинчен те чаплăрах янăрать. Çак çумри хитре хĕр тĕлĕкри ĕмĕт пек. Актриса хушамачĕ пирки ыйтрĕ. Хушаматне мар, сăмахне те хальччен илтсе курман Трашук. «Артистка» вырăнне вĕреннĕреххисем çапла калаççĕ пулĕ-ха. Хитререн хитре сăмах тупать вĕреннĕ çын. Çук, сцена çинчи актрисăсене кураймарĕ Трашук. Спектакль пĕтичченех пĕр хĕрнĕ тимĕр пек хĕрелчĕ, пĕр шуратнă пир пек шуралчĕ. Чаршав хупăнсанах тухсэ тарать вăл. Анчах тарма та хĕн иккен. Çынсем шавласа алă çупнă чух хĕр: — Паллашар, эппин. Мана Сафо тесе чĕнеççĕ, — терĕ. Алă пачĕ, хытă чăмăртарĕ. Хăюсăр каччă ирĕксĕрех хăюлланса хăй те хытă чăмăртарĕ вара. Тем-тем калама чухлаймарĕ, çапах алă панă чух: «Петров», — терĕ. Тарма çул хупăнчĕ ĕнтĕ. Театртан тухсан, Трашук аяккинелле пăрăнаймарĕ, сылтăм енне тăрса, хĕрпе юнашар утрĕ. — Ман кавалер пулса, мана ăсатас тетĕр-и? Сулахай хулран тытăр, эппин, — терĕ хула хĕрĕ. Хăй çав вăхăтра шлепке тăрринчи хура чĕнтĕрне пичĕ çине сулса антарчĕ. (Хăйне çын ан паллатăр терĕ-ши?) Пĕр-ик минутран Трашук акă мĕн асăрхарĕ: çынсем сад хапхи еннелле утаççĕ, вĕсем улах аллейăпа тепĕр еннелле çул тытрĕç. Уйăх çутинчен те пытанас терĕ пуль майра. Вăл тĕттĕмрех кĕтесре пĕр сак тупрĕ те çавăнта пăртак калаçса ларасшăн пулчĕ. — Эсир, Петров юлташ, Мольер япалисене пурне те лайăх пĕлетĕр ĕнтĕ, «Тартюфне» Самарта темиçе хут та курнă пуль. Сцена çине пăхмарăр та, — терĕ вăл ларнă-ларманах. Трашук хăй пуçласа калаçма çеç пĕлмест иккен. Сăмах пуçлакан пулсан, ачи чиперех калаçать. Хăюллă çынпа хăй те хăюллă. — Курнăран та, пĕлнĕрен те мар. Сцена çине пăхма вăхăт пулмарĕ ман… Тĕрĕссипе калам-ха сире. Эп гимназире вĕренмен, Мольерне вуламан, «Тартюфне» курман. Ялтан эпĕ, батрак… — Халăхран тухнă çын! — васкаса пӳлчĕ ăна Сафо. — Халь çав темрен те хаклă. Батрак мар ентĕ эсир — комиссар, çĕнĕ власть! Комиссар паллине театра кайнă чух та хăвармастăр, — те тăрăхласа, те мухтаса, вăл аллипе наган йĕннине тĕкĕнчĕ. — Анчах сцена çине мĕншĕн пăхманнине каламарăр-ха. Тем юптарса, вăхăт пулмарĕ терĕр. Мĕн ĕçлесе лартăр вара театрта? — Ĕçлесе мар, савăнса лартăм. Савăнса та… хăраса, — терĕ хăюсăр каччă. — Сирĕнпе юнашар ларакан арçын спектакль курма ерçеймест пуль. — О-о! Эсир комплимент калама та пĕлетĕр-ха, ман кĕçĕрхи ăнсăртран тупăннă кавалерăм… Çапла пуçланчĕ çĕрлехи улах кĕтесри калаçу. Трашук ăçта ĕçленине пĕлсен, Сафо пушшех те хавасланчĕ: — О-о, чăнах та, пысăк комиссар иккен эсир. Тен, мана пĕр ĕçре пулăшма та пултарăр-ха. Юрĕ-çке, ун пирки кайран калаçасса шанатăп, халь çак тӳлек каçпа киленер. Кĕçех Сафо «кавалер» мĕнле сăвăсем юратнине пĕлесшĕн пулчĕ. Мĕнле сăвăсем? Шкулта вĕреннĕ сăвăсене çеç пĕлет Трашук. — Блок сăввисене пĕлместĕр-и? — ыйтрĕ хĕр. Блок? Шуйттан пĕлет-и ăна. Унăн: — Пĕлместĕп, кăшт вуланăччĕ, астуса юлаймарăм, — темелле пулчĕ. Эх, Трашук! Хитре майра пăса пуçларĕ сана, нихçан суйманнине суйрăн вĕт. Хĕр сисмерĕ-ха, Блок сăввисене хăех вула пуçларĕ. — Итлĕр, эппин. Кĕçĕрхи каç пирки каламан-и çак сăмахсене ытарайми поэт: Земля пустынна, ночь бледка, Недвижно лунное сиянье, В звездах немая тишина — Обитель страха и молчанья, Я знаю твой победный лик, Призывный голос слышу ясно. Душе понятен твой язык, Но… Ты зовешь меня напрасно. Юлашки йĕркене вăл тăстарарах каларĕ, пуçне каччă умне çывхартрĕ. Хальччен илтмен, вуламан, тĕлĕнмелле кĕске хушаматлă поэт сăввисем Трашук чунне çӳçентерчĕç. «Но ты зовешь меня напрасно» тени хурлантарчĕ вара. Сафо малалла вуларĕ. Татах кăшт хурлантарчĕç те, савăнтарчĕç те Трашука Блок сăввисем: Пусть светит месяц, — ночь темна. Пусть жизнь приносит людям счастье, — В моей душе любви весна Не сменит бурного ненастья. Те хăйшĕн, те сăвă вулакан хитре хĕршĕн хурланчĕ Трашук. Я буду помнить те мгновенья, Когда душа твоя с моей Слились в блаженном упоеньи Случайно сплетшихся ветвей. Халь хăйшĕн те, хĕршĕн те савăнчĕ каччă. Емĕтленчĕ. Ма тесен çак самантра вĕсен, чунĕсем мĕнле-тĕр те, аллисем пĕрлешрĕç ĕнтĕ. Хĕр аллисем хăюллăрах. Акă вĕсем каччă пилĕкне ыталаса алхасрĕç. Хĕр «комиссарăн» кĕске пăшалне туртса илем пекки тунă чух Трашук пĕтĕмпех ун ытамне кĕрсе ӳкрĕ. Иăваш йĕкĕт кирлĕ самантра сасартăк хĕрсе кайса çапăçма хатĕррине курнăччĕ эпир. Халь те Трашук аллисем сасартăк хăюлланчĕç, каччă хăй сиссе юличченех тенĕ пек, хĕр пилĕкне пăчăртарĕç, акă хĕр ун ытамне лекрĕ. Каччă хĕр пуçне кăшт хыçалла тайăлтарчĕ те çемçе сухал хĕр тутине витрĕ, Трашук хула хĕрне тăн çухатса чуптурĕ. Хĕрĕ тăн çухатмарĕ пулас. «Чимĕр-ха, прическăна юсам» тесе, каччă ытамĕнчен тухрĕ вăл. Хăйĕн хура чĕнтĕрлĕ шлепкине малтанах сак çине хывса хунă-мĕн. Унтан Сафо кăшт юсанкаласа ларчĕ те, пĕртте хумханмасăр, лăпкă сасăпа: — Çынна пĕрре курнипех юратса пăрахма пулать теççĕ. Эсир çавна ĕненетĕр-и? — тесе ыйтрĕ. Ененчĕ ĕнтĕ Трашук. Вăл, хĕр аллине алăран ямасăр, хăй виçĕмçул Сафона пĕрре курнипех юратса пăрахни çинчен пăлханса каласа пачĕ. Айван каччă хĕр пăлханманнине сисмерĕ, хăйне хăй вара Улькин хĕрне, чăнах та, виçĕмçултанпах юратап тесе ĕнентерчĕ. Анчах ăстăнĕ те пăртак йăшăлтатать иккен-ха: «Миçере-ши халĕ Сафо?» Ку шухăша хăваласа ячĕ те Трашук, тепри килсе вăрăнчĕ. Пĕррехинче Кĕтери ăна: «Эс хĕрне мар, пушмакне юратнă», — тенĕччĕ. «Халĕ те хĕрне мар, хура чĕнтĕрлĕ шлепкине юратмарăм-и?» Ку шухăш та вĕçленсе çитеймерĕ, сĕвĕрĕлчĕ, çухалчĕ. Мĕн пулсан та, айван каччăн чĕрине çил-тăвăл пек вăйлă туйăм килсе хускатрĕ. Çавă пуль ĕнтĕ юрату тени. Пĕрре чуптунă хыççăн тек вăтанса тăмарĕ вара каччă, тепре чуптума пикенчĕ. Анчах хĕр ирĕк памарĕ халь, пӳрнипе юнаса: — Но, но! Без хамства! — терĕ, чĕрене ыраттаракан сăмахсене çапах та кулăпа çемçетсе каларĕ. Каччă вара теиĕр енчен пырса хупăрларĕ: — Эп юратап сире! Пытармастăп хам кăмăла. А эсир? Калăр ĕнтĕ çав хитре сăмаха. Манăн та илтес килет вĕт. — Чимĕр-ха, хăюллă кавалерăм. Пирĕн халь çак тӳлек хӳтлĕхрен тухма иĕлес пулать. Сад хапхине тахçанах питĕрнĕ ĕнтĕ, — терĕ хĕр, ура çине тăрса. Сад карти урлă пĕрре мар каçса курнă ахăр вăл: Трашука, пĕр иккĕленмесĕр, хула енне мар, урăх енне ертсе кайрĕ. Сăрланă хăма хӳме урлă чиперех каçрĕç. Каçрĕç те курăк çине ларчĕç. — Курăр, сывлăр, савăнăр! — терĕ Сафо, аллисене саркаласа. — Пирĕн хула илемĕ çакăнта ĕнтĕ. Пирĕн пурăнăç илемĕ те çакăнта пултăр! Тул çуталнă. Кунта тавралăх, чăнах та, ытарайми хитре. Сывлăш уçă. Сăртлăхпа юханшыв енчен туртăнакан ир сывлăмĕ пăчă каçа кура çăмăл тумланнă хĕре çӳçентерет, каччă çумне йăпшăнтарать. Улах ирттернĕ каç, çак илемлĕ ир халь ĕнтĕ хула хĕрĕн кăмăлне те çемçетрĕ пулмалла. Вăл аллисене каччă хулĕ çине хучĕ, куçран темиçе самант пăхса ларчĕ те: — Хитре! Тавралăх хитре. Эсĕ те хитре, — тесе тинех хăй качча ыталаса чуптурĕ. «Юрату çук» темерĕ пуль Трашук çав вăхăтра… «Камун эрни» Çуркуннеренпе Чулçырма тĕс çухатнă ял пек курăнать. Тĕс те, сасă та çухатнă. Сахар пухса чăмăртанă актив Хĕрлĕ Çара кайса пĕтрĕ. Ахтем Макарĕ те кайрĕ ĕнтĕ. Лешеккинче коммунистсен шучĕ чакни питех сисĕнмерĕ, унта партие хĕрарăмсем (Ольăпа Антонина Павловна) çырăнчĕç. Чулçырмара вара Сахарпа Микка иккĕнех. Тайман Сахарĕ революци ĕçĕнчен отпуск илнĕ пек халĕ. Çул типсенех, ниме туса, вăл Пасарлă ялтан пӳрт куçарчĕ те çавăнтанпах çурт-йĕр çавăрса аппаланать. Сахар кăна мар, пĕтĕм ял самана ĕçĕнчен отпуск илнĕ тейĕн. Ялти ĕçсене Шатра Микка пĕчченех майлаштарса пырать ерипен, — ăна пулăшакан та, чăрмантаракан та çук. Хушăран Тайман Сахарĕ патне нĕр-пĕр канаш ыйтма пырса каять вăл. Пĕррехинче ял пуçлăхĕ шӳтлесе «кӳренме» пăхрĕ: — Пирĕн ял кастарнă ăйăр пек тăруках лăпланчĕ, — терĕ вăл. — Хусах ял пек курăнать. Пĕр кутăн çын та Совета пырса вăрçмасть. Революцие хирĕç те, майлă та кăшкăракан çук. Кичем капла. — Куншăн кулянмăпăр-ха, — тавăрчĕ Сахар. — Кулянас тесен, кулянмалли пур пирĕн. Çынсене парти енне çавăрас енчен эпир Лешеккисенчен кая юлтăмăр. Райком пире пуçран шăлмĕ куншăн. — Эсĕ революцишĕн çеç кулянатăн, манăн контрреволюцишĕн те кулянма тивет. Ялта нĕр куштан юлмарĕ. Тăхăр куштан пĕр самантра çухалчĕç. Вĕсем пирки халĕ те ним сас-чĕв çук вĕт. — Тупрăн хуйхă, — кулса ячĕ Сахар. — Пуянсем сана пăрахса кайнипе ял илемĕ çухалчĕ тетĕн-им? — Хуйхă çав, — терĕ Микка, ĕнснне хыçкаласа. — Хăйсем кайнă та, килйышĕсем юлнă. Çавсем пырса аптратаççĕ мана. Сахар кулмарĕ урăх, хăй те шухăша кайрĕ. — Ял пуçлăхне аптратаççĕ пуль çав, — терĕ вăл кăшт шухăшланă хыççăн. — Эп хам, тĕрĕссипе каласан, мансах кайнăччĕ вĕсем çинчен. Манма юрамасть. Мĕн тесен те — ял çыннисем, Чулçырма гражданĕсем. Юрĕ, пăртак ерçсен, хулана кайса, вĕсен шăпине пĕлсе килĕп эпĕ. — Ху каймасан та пырĕ. Хут çыр, — терĕ Микка. Сахар хут çырса ĕлкĕреймерĕ. Кĕçех яла хулари чăвашсем килсе çитрĕç, вĕсемне пĕрле хулана Сахарăн та каймалла пулчĕ. Çурт куçарас умĕн Сахар ялта вырăн пăхса çӳрерĕ. Сăрт çинчи кĕлетсен хыçĕнче анкартисем пуçланаççĕ. Анкартисемпе Чулçырма çыранĕ хушшинче вĕтĕ хăвалăх ӳсет. Çавăнта çурт лартма ĕлĕк никам та шухăшламанччĕ. Виçĕмçул Мăрзабай Çимунĕ çул кăтартса пачĕ. Пĕлтĕр кунта тата виç-тăватă кил шăтса ларнă. Çимунпа юнашарах летчик-Микка куçса ларнă. Каçăр Натали, çамрăк хитре хĕрарăм, Самлей чăвашне хăй çумне вĕренпе кăкарса хучĕ тейĕн. Нихçан путлĕ ĕçлесе курман çăмăлттай тар кăларсах ĕçлекен пулнăччĕ. Халĕ летчикĕ те Хĕрлĕ Çарта ĕнтĕ. Патша çарĕнчен тарса çӳренĕскер, Хĕрлĕ Çартан тарма шухăшламан курăнать. Çимун кил-çурчĕпе юнашар, ял енче, чылай пысăк пĕр тăваткал лаптăк пур. Çак вырăна пурте тиркенĕ. Чулçырма çыранĕ ытла çӳллĕ те чăнкă кунта. Шыв ăсма тавра çулпа çӳреме тивет. Сахар, вырăн шыраса, çак тĕлте чарăнса тăнăччĕ. Çав вăхăтра ăна такам: «Атте» тесе чĕнчĕ. Çамрăк хĕрарăм сасси. Сахар, тĕлĕнсе, çаврăнса пăхрĕ те тин астурĕ: Каçăр Натали туйĕнче хăйматлăх пулнăччĕ вĕт. Пăх-ха эс ăна, тăван хĕрĕ пекех чĕнет… — Сан летчик упăшкуна пĕр-ик хутчен эпĕ те курса юлтăм, — терĕ Сахар, сăмах чĕнес майпа. — Мĕнле, летчик тĕкне тăкса çитерчĕ-и? — Тăктартăм, — кулса ячĕ Натали. — Пĕрне-пĕри питĕ килĕшрĕмĕр. Салтакран таврăнсан, çӳçне тăпăлтарап-ха… Пĕрре трюмашăн тăпăлтарнăччĕ. Мĕнле «трюмашăн» тăпăлтарнине пĕлсен, çамрăк чухнехи пек каçса кайсах кулчĕ Сахар. — Халь мĕншĕн тăпăлтарасшăн тата? — ыйтрĕ юлашкинчен. Каçăр пуçлă, яштака пӳллĕ хитре «хĕрĕ» çине савăнса пăхса тăчĕ «ашше». Натали пек хитре пике Чулçырмара урăх çук, тенĕччĕ вăл туйра. Халĕ те çаплах шухăшларĕ. — Улталарĕ мана шуйттан летчикĕ, — çĕтĕлчĕ Натали. — Ывăл ачан ятне пăсса хунă. Хветĕр ятлă пултăр терĕм эпĕ. Вăл манран вăрттăн урăхла çыртарнă. Çур çул ачана Хветĕр, Хветĕр тесе сиктереп. Пĕркун Шатра Микка çавна илтрĕ те: «Мĕн аташан, Натали, Хветĕр мар вăл, Лев ятлă», тет. Çĕр çăттăр!.. Сахар каллех кула пуçларĕ. — Куншăн çӳçне тăпăлтарма мар, упăшкуна чуптăвас пулать, — терĕ вăл. — Ытарайми хитре ят. Вырăс хушшинче питĕ пысăк çын Лев ятлă пулнă. Лев Толстой. Вăл вилсен, пĕтĕм халăх кулянчĕ. — Вырăса пырать вăл, атте, чăваша çĕвер ячĕ килĕшмест. Хушамачĕ Медведюх пулмасан, ятне питех тиркемĕттĕм. Упа çури арăслан тенĕ пек тухать вĕт-ха, çав хăртать. «Лев Медведев! Чаплă янăрать. Маншăн хитре, уншăн «çĕвер». Упа кĕтессинчи тĕттĕм чăваш ялне те килсе хускатрĕ вĕт революци. Тĕрлĕ «летчиксем» те ирĕксĕрех яла çĕнĕ сывлăш кĕртеççĕ, хăйсем мĕн хăтлансан та — халăха хирĕçтерсен те, майăн калаçтарсан та — ăна малаллах туртаççĕ. Самана сывлăшĕ ĕнтĕ вăл. Натали те «тăпăлтарап» тет, анчах хăй «çĕвер» ячĕпе килĕше пуçланă ĕнтĕ, кăмăллăн çĕтĕлет. Пĕрĕннĕ тути вăрçнă çĕртех кулма хатĕр», — шухăшларĕ Сахар. — Вырăса килĕшни чăваша та килĕшĕ, Натали, — терĕ вăл. — Ывăлу ӳссе çитнĕ çĕре Лев тени чăваш хушшинче те хитре пулать. Арăслан пек паттăр, хăюллă пултăр тенĕ пуль Микка. Ан ятла уншăн упăшкуна. Вăл хăй те Хĕрлĕ Çартан чаплă герой пулса таврăнĕ ак. Унччен кулма-тăрăхлама хатĕр хĕрарăмăн куçĕ сасартăк шывланчĕ. — Спаççипă сана, атте, ырă сăмахшăн, — терĕ вăл, чĕрçиттипе куçне шăлса. — Микка пирки никамран ырă сăмах илтменччĕ. Пурте летчика киле кĕртнĕшĕн сивлерĕç мана. Тăлăх пуриăçран анчах çыхлантăм çав каскăнпа. Хăвах пĕлен, тăван атте çук, упăшка çухалчĕ, хĕрачана ӳстермелле, вăл çичче пусрĕ ĕнтĕ халь. Тиркесе тăма килмерĕ… Эс халь маншăн тăван атте вырăннех ĕнтĕ. Çынсем камун тесе сивлеççĕ, эпĕ «Атте камун пулсан, камунсенчен хăрамалли çук» тетĕп. Эсир çакăнта пӳрт лартсан, маншăн та лайăх пулĕччĕ… Çĕнĕ кӳршĕсем пурте кĕçех камунран хăрами пулчĕç. Кашнийĕнех арçын туса пĕтермен ĕç тупăнчĕ. Сахар хăшне кăмака туса, хăшне чӳрече лартса пулăшрĕ. Пӳрт куçарма кайичченех Сахар тăваткал лаптăка вĕрлĕк тытрĕ. Унтан çыран хĕрринче, тарăн шăтăк алтса, хăма çапса, темле хӳшĕ пекрех япала туса лартрĕ. Ятне чăвашла калама намăс. Çавăнпа вырăсла «нушник» терĕç ăна. Хальччен ялта пулман япала. Лисукпа Тарас çав вăхăтра çыран аяккине кунĕн-çĕрĕн чаврĕç. Тарас малтанах мĕншĕн чавмаллине тавçăраймарĕ. Тепĕр еннелле те чавма тытăнсан, вăл пушшех тĕлĕнчĕ. — Мĕн пулать капла, анне, ма тепĕр еннелле чава пуçларăмăр? — ыйтрĕ вăл аптраса. — Аçу çапла чавма хушрĕ, сичсак пултăр, терĕ. — Мĕнле çичĕ сак? Ларса канма сак тăватпăр-и? — Кукăр-макăр çула вырăсла çапла калаççĕ, тет. Сичсак тусан, хăпарма çăмăлтарах пулать. — А-а, зигзаг! — тавçăрса илчĕ Тарас. — Эпĕ те çаплах калап-çке, сичсак теп. Çав кукăр-макăр пусмаллă çула кайран пурте сичсак тесе калакан пулчĕç. Ашшĕ те: «Тарас, сичсакпа кайса, пĕр наччас шыв ăсса кил-ха», тесе калатчĕ. Шыва кайма кунтан виçĕ çул пур: пĕри — Çимунпа Трашук тунă анлă сĕвек çул, вăл çулпа çӳреме инçерех; тепри — Малтикасри çăл патне илсе каякан çул, вăл тата инçерех. Чи çывăххи — сичсак. Çулĕ мĕнле кукăрăлса хуçлансан та, — чăнкăрах çав. Анчах, çывăх тесен, çывăх ĕнтĕ, кăмака кукринченех пуçланать. Кăмака кукри тесе юптарса каламарăмăр-ха. Çыран хĕрринче Сахар, чăнах та, пĕчĕк кăмака туса лартрĕ, Кăмакин çӳллĕш аршăн та çук, çавах унăн труби те пур. Кăмака тӳпинче чугун лартма йăвасем тунă. Тулта ларакан кăмака тул ăшăтма мар ĕнтĕ, çуллахи вăхăтра апат пĕçерме кирлĕ. Мулла Анукĕ, çав кăмакана курсан, каçса кайрĕ. — Сахар пичче, ку вăл сан натуральнăй кăмака пулса тăнă-ха. Яшка пĕçерме те, улма ăшалама та, икерчĕ пĕçерме те пулать унта, — терĕ вăл, хулара вĕреннĕ «культурлă» сăмаха вырăнлă тĕртсе хурса. Хулари чăвашсем Чулçырмана пырса çитнĕ çĕре Сахар пӳртпе кĕлет хушшинче сарай туса çитернĕччĕ. Тата пӳртре те кăмака купаласа лартнăччĕ. Виçĕ «комиссарпа» пĕр учитель Сахар ĕçне пĕр-пĕр авторитетлă комисси пек тĕрĕслерĕç. Кил-çуртне тиркемерĕç, анчах мухтама та васкамарĕç. — Эс, Захар Матвеевич, хăвăн йăвуна чăвашла та мар, вырăсла та мар çавăратăн. Пушкăртла теме те май килмест, — терĕ Çимун. — Нимĕçле! — кирлĕ сăмах тупнăшăн савăнса кăшкăрчĕ Анук. — Тата пӳрт тавра çеçкеллĕ тĕмĕсем лартсан, шăпах нимĕçле пулать. Эп нимĕç колонийĕсенче пулса курнă. Çавсен — хуралтă тăтăш, килкартинче çуллахи пĕчĕк кăмака пур, юнашарах — анкарти. — Сахар пиччен анкартийĕ гонашар та мар, килкартинчех, — сăмах хушрĕ Трашук та. Чăнах та, Сахар çакăнтах, пӳртрен пĕр çирĕм-вăтăр утăмра, йĕтем туса хатĕрленĕ. Пӳрт тăррипе пӳртри кăмака уйрăмах калаçтарчĕç «комиссие». Пӳрт витме хăма çук, шăвăç пирки, саманине кура, калаçма та кирлĕ мар. Çавах улăм витмен Сахар. Çавра кӳлĕре ӳсекен хăмăшран вĕтĕ кĕлте çыхса витнĕ, çиелтен тăм шăлнă. — Кун пек виткич тинчере урăх çук, — терĕ Арланов, çынран юлас мар тесе. Анука тулти кăмакана курнă хыççăн пӳртри кăмака пушшех савăнтарчĕ: — Çав кирпĕчренех купаланă вĕт кăмакине, — терĕ вăл, хавасланса, — анчах кăмака аяккисем яп-яка та тип-тикĕс, шăратса тунă пек. Тайман Сахарĕ ăста шорник тенине илтнĕччĕ эп, вăл ăстаран ăста кăмакаçă та иккен тата. — Мĕн кăна тума пĕлместĕн-ши эс, Захар Матвеевич? — терĕ «комисси» пуçлăхĕ Çимун. — Шорник, атăç, платник, столяр, кăмакаçă… тата мĕн калас? — Тата музыкант! — тере те Арланов, стена çумĕнче çакăнса тăракан тăмрана ярса тытрĕ, пĕли-пĕлми тĕнкĕлтеттерсе илчĕ. — Çынсем канмалла тапак туртаççĕ, эп тăмра калап. Тараса ташлама вĕрентеп. Рамаш пек герой пуласшăн, хăй ун пек ташлаймасть, — терĕ Сахар, шăпăрт тăракан ачана вăтантарса. Хăй çавăнтах тăмрине, Арланов аллинчен илсе, кăшт ĕнеркелерĕ те сасартăк ташă кĕвви янратса ячĕ. — Эх, Тимĕркке пичче каларăшле, замана! Арçынсăр пурăнма пултарап, ташă кĕвви илтсен, ташламасăр тӳсейместĕп, — терĕ те Анук, çавăнтах арçын пек тапăртатса ташлама тытăнчĕ. Арланов пăхрĕ-пăхрĕ те хĕрарăм пек якăштатма пуçларĕ. — Çынсем ĕçлеççĕ, камунсем ташлаççĕ, — сивлесе мăкăртатрĕ пӳрт аяккипе анкартине хăпаракан хĕрарăм. Тепĕр икĕ кунтан камунсем ташласа кăна мар, ĕçлесе те халăха тĕлĕнтерчĕç. Хуларан кнлнисем çумне тата лешеккисем килсе хутшăнчĕç — Ольăпа Антонина Павловна. Сахар хăй валли те, Анук валли те тырă акса хăварнăччĕ. Ун чух ĕçлессе хирте Тарас ытларах куккăшсемпе пĕрле ĕçлерĕ. Халь, тырă вырнă чух, Тарас ĕçленипе çырлахайман. Камунсен эртелĕнче вунă çын, виçĕ лаша. Эрне хушшинче вĕсем, савăк юрласа, хастар ĕçлесе, акнă тырра вырса илме те, авăн çапма та ĕлкĕрчĕç. Вĕсене кура ял çыннисем те хастарлăрах ĕçлеме тытăнчĕç пек. Çынсем, халь ĕнтĕ пĕр сивлемесĕр, тăрăхламасăр, çак кунсене «камун эрни» терĕç. Сахар та, Çимун арăмĕ те тырă нумаях акайман. Камун эртелĕ Чулçырмара кăна мар, Лешеккинче те ĕçлесе курчĕ, вырăссене те «камун эрни» пирки калаçтарчĕ. Хĕрарăмла ташлакан Арланов та юлташĕсенчен юлмарĕ ĕнтĕ, анчах ĕçре Тараспа хĕрарăмсенчен ирттереймерĕ. Кула-кула, Ольăпа Тоня ăна кĕлте çыхма вĕрентрĕç. Тарас çуркунне куккăшсен эртелĕпе ĕçленĕ хирте камунсем тырă вырнă чух Селĕп Кириле вĕсен пĕрлешӳллĕ ĕçĕнчен тĕлĕнмерĕ. — Камунсемпе хăратаççĕ халăха. Ним хăрамалли те çук. Чăваш ĕлĕкренех камунла ĕçлеме юратать. Тырă акма эпир яланах, хамăр вĕçсем, эртелпе тухатпăр, арçынсăр хĕрарăмсене арçын тумалли ĕçре пулăшатпăр. Ниме туни те камун ĕçĕ евĕрлĕрех, — терĕ вăл Сахарпа калаçнă чух. — Чăн каларĕ вĕт хунчăкам! — тĕлĕнчĕ Сахар. — Чăваш, чăнах та, час-часах пĕрлешсе эртелпе ĕçлет. Ниме туни те коммунизмла субботник тунă евĕрлĕ мар-и? — Çапла каларĕ те Сахар канма пухăннă çынсене Куракхăвинчи коммунарсен ĕçĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл унта пĕркун, Трашук амăшне йывăç пӳрте кĕме пулăшас тесе, кĕленче илме кайса килнĕччĕ. Камун эртелĕ юлашкинчен Лешеккинчен шкул валли çурт куçарса пачĕ. Куншăн пуринчен ытла Антонина Павловнăпа Евграф Архипович савăнчĕç. Кĕркуннерен пĕр шкулта ĕçлеме пуçлаççĕ вĕсем. Килнĕренпе вунă кун иртнĕ çĕре хулари чăвашсем хулана таврăнма хатĕрлене пусларĕç. Арланова Анук хăйĕн пӳртĕнче пурăнма хушрĕ. «Лаша пăхма пĕлместĕн, ăна Тарас пăхĕ», — терĕ. Ĕни те пур-ха Анукăн. Ĕне пирки вăл Лисукпа калаçса татăлчĕ. Çимун та каллех çемйине пăрахса кайма хатĕрленет иккен. Çимун арăмĕ Пăлаки виçĕмçул пĕр эрнене ăсатнă упăшкине кăçал аран кĕтсе илнĕччĕ. Ывăл ачи те ашшĕне кĕтсе илчĕ, анчах «Атте» теме часах вĕренеймерĕ. Çимун хурланчĕ уншăн. Виççĕмĕш кунне пилĕк çулхи Ваççа «Атте!» тенине илтсен, ашшĕ савăнсах кайрĕ. Ывăлĕ сасартăк паян тин çут тĕнчене килсе кĕнĕ пек туйăнчĕ ăна. Çак самантран пуçласа Çимун чĕри ывăлĕшĕн те, кулянакан арăмĕшĕн те уçăлчĕ. Пăлаки Çимун улшăннине сисрĕ, анчах темшĕн савăнмарĕ. Упăшки ыран хулана каяс тенĕ кун ача сăнлă хĕрарăм кĕлете кĕрсе макăрчĕ те, питне-куçне чĕрçиттипе типĕтсе, пӳрте кĕчĕ. Çимун ача валли, çĕçĕпе каскаласа, вылямалли пăшал туса ларатчĕ. — Çимун, итле-ха ман сăмаха, — терĕ Пăлаки. — Хальччен эпĕ сана хирĕçсе те, кĕвĕçсе те пĕр усал сăмах каламанччĕ. Халь те каламăп. Вăрçса-кĕвĕçсе мар, йăлăнса калас теп… Çимун, каскалама пăрахса, хăлхине тăратрĕ, арăмĕ çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ. «Нюра пирки кăна сивĕнтĕм пуль арăмран. Сивĕнтĕм мар, малтанах унăн ăшшипе ăшăиасшăн пулмарăм, ахăр. Пит ырă чун вĕт Пăлаки, ман юратнă ывăлăн амăшĕ. Хăй халĕ те ача чунлă», — вĕркерĕç шухăшсем ун пуçĕнче; унăн арăмне ачашлас килсе кайрĕ. Упăшкинчен сăмах илтес тесе, сăмахлама чарăннăччĕ Пăлаки. Çимунăн хальхи туйăмĕсене сисеймерĕ вăл. Упăшки сăмах чĕиессе те кĕтсе илеймерĕ. Каларĕ вара калас тенĕ сăмахне: — Эс майра хĕрне юратнине эп. тахçантанпах пĕлетĕп. Халь хулара пĕрле пурăнатăр пуль ĕнтĕ. Пурăнăрах. Эп сан кăмăлна хальччен çавăрайманнине халь тин çавăраймăп. Анчах, тархасшăн, хулара майрупа хамăр ял çыннисене курăнса ан çӳрĕр. Ялта сăмах ан сарăлтăрччĕ. Аçта кайса кĕрес ĕнтĕ ман? Ывăл пур вĕт, ăна ӳстерсе çын тăвас пулать. Пĕчĕк ача, ашшĕ пур çĕртех, çынран илтсе, пĕчĕк чĕлхипе «Атте çук» тесе каламалла ан пултăрччĕ… — Ахалех калаçан, Пăлаки. Нимле майра хĕрĕ те çук тĕнчере, — терĕ Çимун хурлăхлă сасăпа. Пăлаки урăх сăмах чĕнмерĕ, сĕтел çине кукăр тура, майра турй, кăларса хучĕ. «Нюра тури, сан кĕсйӳнте тупрăм», — тесе каласшăнччĕ, çавна та калаймарĕ хăй. Çимун ăнланчĕ вара, пуçне чиксе ларчĕ-ларчĕ те çаплах хурлăхлăн: — Тĕрĕс, — терĕ. — Нюра тури вăл. Çавах ман сăмах та тĕрĕс. Нюра çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Асăнмалăх çак тури кăна юлнă. Вăл та Нюра вилнĕ кун Анук пуçĕ çинче пулнипе çес юлнă… Те Пăлакипе çывăхрах пулас тесе, те хальччен никампа калаçмасăр пĕччен кăна йывăр хуйхă тӳснĕрен Çимун чарăнмасăр калаçрĕ. Мĕскĕн юратăвăн историне йĕркипе каласа пачĕ, Нюра ăна ăсатма Куçминккана пынине те асăнчĕ. Нюра вăрманта Пăлакипе Ваççана шеллесе мĕн каланине асăнсан, Пăлаки тӳсеймерĕ, шăппăн куççуль юхтарчĕ. — Нюра çук ĕнтĕ, — терĕ Çимун юлашкинчен, — пытарма кĕлеткине те тупайман юлташсем. Суранланнă Пăликана пульăсем айĕнчен сĕтĕрсе кăларнă вăхтра шăп çав тĕлте снаряд çурăлнă. Иккĕшĕ те нихçан тĕнчере пулман пек пĕтнĕ, çухалнă… Çимун сасартăк калаçма чарăнчĕ те, пӳртрен тухса, Чулçырма çыранĕпе Кивçурт еннелле пуçне чиксе утрĕ. Пăлаки вăл киле таврăничченех ĕсĕклесе макăрчĕ. Пĕчĕк Ваççа туса пĕтермен пăшалпа йăпанатчĕ, анчах амăш макăрнине курсан, ăна çепĕç чĕлхипе йăпатма пăхрĕ: — Ан макăр, анне! Атте килчĕ, атте татах килет, тетте илсе килет, — терĕ. Амăшĕ куççуль витĕр кулма тăрăшрĕ, анчах кулаймарĕ, татах хытăрах макăрса ячĕ. … Тăлăх пурнăçра касăлса пĕтнĕ чунне куççулĕпе çуса сиплерĕ пуль çĕркаç Пăлаки. Паян ирхине вăл хулари чăвашсене ăсатнă чух савăк сăнлă курăнчĕ. Хулари чăвашсемпе пĕрле хулана Сахар хăй те каять иккен. Унта чĕнтерессе кĕтсех пурăнатчĕ-ха Сахар. Анчах хăй мĕн пирки шухăшланине халь Лисука каламарĕ, Тараспа вара унран вăрттăн калаçрĕ, çул майăн Оля патне те кĕрсе тухас терĕ. Хулана каякансемпе пĕрле Тарасна Арланов та Лешеккине çити ларса кайрĕç. Икĕ лав анаталла хăвăрт кустарса анчĕ, Чулçырма урлă çӳлти кĕперпе каçса, куçран çухалчĕ. «Ашшĕне» ăсатма Натали те килнĕччĕ. — Акă камун эрни иртсе те кайрĕ, — терĕ вăл куляннă пек. — Савăк эрне пулчĕ. Емĕр асăнмалăх. — Камун эрни иртмест вăл. Камун ĕмĕрĕ пуçланчĕ ĕнтĕ, — терĕ Сахара ăсатма килнĕ Шатра Микка. — Емĕрĕ те çак эрне пек пултăрччĕ çав, — кăшт пăшăрханчăк кăмăлпа сăмах хушрĕ Лисук. Сахар киле таврăнас çуккине снсрĕ пуль вăл… — Ара, вăл хамăртан килет-ха, — терĕ самана тутине сисе пуçланă Пăлаки. — Тĕрĕс. Хамăртан çеç килет, — хулăн сасăпа çирĕплетрĕ Шатра Микка. Сăрт айккинче анаталла пăхса тăракан çынсем тăруках шăпланчĕç те пĕрерĕн-пĕрерĕн тĕрлĕ еннелле саланчĕç. Наталипе Пăлаки пĕрле тăвалла утрĕç. — Пирĕн касра аттерен урăх арçын çук. Вăл вăрçа ан кайтăрччĕ тата, — терĕ Натали. — Кайсан та ним тăваймăн, — сас пачĕ Пăлаки те. — Хĕрарăмсен хăйсен пĕрлешсе эртелпе ĕçлеме вĕренес пулать ĕнтĕ. Пĕрлешӳллĕ ĕç тухăçлăрах. Малашне хамăрах, кирлĕ пулсан, камун эрни тăвăпăр. Натали те çак шухăшпа килĕшрĕ пулас. Самлейле «Ий-я!» терĕ çеç вăл Пăлакипе уйрăлнă чух. Хулара çав вăхăтра чăнахах «камун эрни» пуçланнă. Уком, пĕр енчен, уесри коммунистсене Хĕрлĕ Çара хăйсен ирĕкĕпе кайма чĕннĕ, тепĕр енчен, вăл рабочисем хушшинче парти йышне ӳстерес ĕçе вăйлăлатнă. Сахара хулана урăх ĕçпе чĕннĕ пулнă-мĕн. Анчах вăл, уесри парторганизаци мĕн пирки пăшăрханнине пĕлсен, фронта хăй ирĕкĕпе кайма пуринчен малтан çырăнчĕ. Уком секретарĕ Сахарпа уйрăм калаçнă чух ăна ӳкĕтлесе пăхрĕ. — Сан çулхисене чĕнместпĕр, анчах ху çине тăрса каясах тесен, чарма пултараймастпăр. Çырăниччен малтан лайăхрах шухăшласа пăх, — терĕ. — Революцишĕн çапăçса вилме пӳрнĕ пулсан, пĕлтĕрех вилмеллеччĕ ман, — терĕ Сахар. — Халь, ывăл çул çитмесĕрех икĕ çул хăй ирĕкĕпе çапăçнă вăхăтра, ман, çул иртнĕ тесе, килте-ларас-и? Çамрăксем хăйсен телейĕшĕн çапăçнă чух ашшĕсене тылра ларни килĕшмест. Ывăлсен телейшĕн çеç пурăнатпăр ĕнтĕ халь. Ывăлран каярах вилес марччĕ. Секретарь урăх сăмах каламарĕ, Сахар аллине хыттăн чăмăртарĕ çеç. Пĕрремĕш сеанс Трашук хулари садран ирхине тин таврăннăранпа Çимунран пăрăнса çӳрерĕ, лешĕ ăна тăрăхласран хăрарĕ. Çимунĕ вĕсем юрату пирки тавлашнине йăлтах маннă тейĕн, пĕрре те асăнмарĕ, юлташĕн «каскăн каçĕ» пирки те тĕпчемерĕ. Тĕрĕссипе, Трашук, яла çитсен, ăнсăртран тĕл пулнă шлепкеллĕ майра çинчен хăй те мана пуçларĕ. Ялта ун чĕринче авалхи туйăмсем вăранчĕç… Вăл амăшĕнчен Наçтук пирки ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Лешĕ ашшĕ килне çӳремест тет иккен. Ача туса курман-ха, анчах йывăр çын тет. Темшĕн хурланчĕ вара Трашук. Мăрзабай патне кĕрсе курас килсе кайрĕ. Кĕме те сăлтав пур: çухатнă ăйăр пирки Хуçипе калаçмаллах ентĕ. Анчах Мăрзабай килте çук-мĕн, çу каçах, киле таврăнмасăр, Хăмăшлара пурăнать терĕç. Юлашки каç, Трашук амăшпе калаçса ларнă вăхăтра, вĕсем патне икĕ хĕрарăм пырса кĕчĕ. Пĕрин аллинче — чĕчĕ ачи. Трашук ачасăррине палларĕ: Кĕтери вăл. Палларĕ те тĕлĕнсе кайрĕ. Елĕк Кĕтери Трашука çулçă тăкнă катăркас пек курăнатчĕ, халĕ вăл саркаланса çеçкене ларнă улмуççи пек курăнчĕ: ӳт-пĕвĕ кăпăшкаланнă, тути те кӳпшекрех пек… Теприне тăруках паллаймарĕ Трашук. Анук пулчĕ-ха вăл, Кĕтерин йăмăкĕ. Епле хĕр пек çитĕнсе кайнă! Хăй ача амăшĕ тейĕн. Анукăн малашлăхĕ пирки калаçма килнĕ пулать Кĕтери. Иăмăкне, хăй вĕренейменнине кура, хулана ярса вĕрентесшĕн. — Воробьев чухăн чăваш ачисем валли Самарта гимнази пек шкул уçма ĕмĕтленет. Çав шкул уçăлсанах, хут çырса пĕлтеретĕп, — терĕ Трашук. — Хут çырма ăста эс, анчах çырнă хутна яма пĕлместĕн, — тĕксе илмесĕр тӳсеймерĕ Кĕтери. — Ман валли шкул уçăлмасть-и унта? Эпĕ те вĕренме пырăттăм. — Эсĕ те вĕренесшĕн-и?! — тĕлĕнчĕ Трашук. — Мулла Анукĕ вĕреннине эп вĕренеймĕп-и вара! — çĕтĕлсе тавăрчĕ Кĕтери. Кĕтери камшăн, мĕншĕн кунта килнине Трашук тавçăра пуçларĕ. Елĕкхи пек хăраса ӳкмерĕ вăл «качака такинчен», Кĕтери ачине Анукран илчĕ те сиктерсе ахăлтаттарчĕ. Ачи аслашшĕ вырăнне йышăнчĕ пуль йĕкĕте, икĕ пĕчĕк аллипе сухалне çавăрса тытрĕ. — Тăпăлтар, хытăрах тăпăлтар Трашук мучин сухалне, асăнмалăх пултăр, — ачаран хытăрах йăпанчĕ амăшĕ. Трашук кĕтмен хăнасене ăсатма тухрĕ. Анук, ача йăтса, маларах тухса утрĕ. Çенĕкре Кĕтери чарăнса тăчĕ. — Чим-ха, эпĕ те тăпăлтарам, — терĕ те вăл, чăнах та, Трашука сухалран ярса тытрĕ. — Хăмăшларан ухмахла çыру çырса эс манран хăтăлтăм терĕн-им, пушмак каччи! Ухмах упăшкапа, вăл салтакран таврăнсан та, пурăнмастăп урăх. Халь Совет влаçĕ… Ача кăшт аталансанах хулана пыратăп. Кĕт. Е ăçта та пулин тĕнче хĕррине тар, яла ан кил вара урăх! Çапла каларĕ те чăрсăр хĕрарăм тĕлĕннипе хытса кайнă йĕкĕте тутине татса илес пек чуптурĕ. Унтан, Трашук сăмах чĕнессе кĕтсе тăмасăр, Анук хыççăн тухса чупрĕ. Трашукăн малтан куласси килчĕ: «Ку таранччен мана никам чуптуса курманччĕ. Халĕ акă хĕрсем те, хĕрарăмсем те тăруках… Тĕнче пĕтет пуль, тамаша!» Трашук кулмарĕ, шухăша кайрĕ. Хулана таврăннăранпа эрне иртсен, вăл почтăпа çыру илчĕ. Сафо тӳрех уком адресĕпе çырнă. Упкелешет, хăй патне хăнана чĕнет. Хĕр çырăвĕ ытлашши хумхантармарĕ йĕкĕте. «Юратап», терĕм. Каясах пулать ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Кайса килчĕ Трашук чĕннĕ çĕре. Лере çуран кайрĕ, киле çунатпа вĕçсе таврăнчĕ. Хул хушшине çунат хушакан кĕнеке хĕстерсе килчĕ. Çимунпа Трашук ялтан таврăннăранпа тавлашса курманччĕ-ха. Калаçасса та ытлашшиех калаçман темелле. Трашук сăмах хускатма хăраса пурăнчĕ, Çимун вара ерçмест: кĕнеке çине пăхса, пĕрмай тем çырать… Паян Трашук тӳсеймерĕ. — Эс Блок ятне илтнĕ-и, Семен Тимофеевич? Унăн хитре сăввисене вуласа курнă-и? — чăрмантарчĕ вăл юлташне. Çимун çырма чарăнчĕ, алчăранă куçне маччана тĕллесе, мăкăртатса илчĕ: — Блок… Блок… Чим-ха, чим! Илтнĕ, илтнĕ. Ятне илт-нĕ, сăввисене вуламан. Ытарайми хитре хĕрарăмсен поэчĕ вăл, Блок! — Вуламан пулсан, ăçтан пĕлен вара? — Пĕр ухмах майра каланăччĕ, — терĕ те Çимун, каллех тем çырма тытăнчĕ. Трашук «ухмах майран» ятне пĕлесшĕн пулчĕ. Татах чăрмантарчĕ вăл пикенсе ĕçлекен юлташне. Вара Çимун, ĕçне пăрахсах, хăй виçĕмçул халăх «Интериационал» юрланине пĕрремĕш хут илтсе савăнни çинчен каласа пачĕ. йĕркипе каланă чух сăмах майăн виçĕ хитре майрана асăнчĕ вăл. Пĕри улпут хĕрĕ пулнă тет, тепри — купца хĕрĕ, виççĕмĕшне — Улькин хĕрне — мещен хĕрĕ терĕ Çимун. — Хăшне ухмах майра терĕн вара эсĕ? — пăшăрханса ӳкрĕ Трашук. Çимун çав вăхăтра Трашук илсе килнĕ кĕнекене курчĕ те ăна уçса пăхрĕ, сасăпа вуларĕ: «Александр Блок. Стихи о Прекрасной даме». — Акă вăл хитре хĕрарăмсен ухмаха ертекен кĕнеке, — терĕ вара, — хулари ытла хитре хĕрсем пурте кăшт ухмахрах вĕсем. Кун пек кĕнеке вуласан, пушшех ухмаха ереççĕ… Асту, Хитре сăвăсем вуласа, эс ху та ухмаха ан ер е идеалист пулса ан кай, — тинех сăмах майăн тĕртсе хучĕ Çимун пĕркунхи тавлашу пирки. Тепĕр чухне пулсан, вĕсем, тен, тавлашсах та каятчĕç-и, анчах халь апла пулмарĕ. Çимун, Островский пьесине куçарма тытăннăскер, каллех сĕтел çинелле ӳпĕнчĕ те çавăнтах Трашук пирки манса кайрĕ. Чăнах та, Сафо кăшт ухмахрах мар-и? Ячĕ те ун Сафо мар — Софья. Софья Платоновна. Хăйĕн ятне пăсни пырĕччĕ, — халь тата Трашук та Руслан пулса тăчĕ. Е комиссар, е Руслан тесе чĕнет ăна Сафо. Хăтланкаларăшсем те хăш чух килĕшсех каймаççĕ: е пĕчĕк ача пек, е ытла ăслă çын пек калаçать. Паян йăлтах урăхчĕ вăл, пĕркунхи пек марччĕ. Трашук пырса кĕрсен, вăл хĕпĕртерĕ: «Ах, сухаллă Русланăм», — тесе мăйран уртăнчĕ. Унтан ӳпкелешме тытăнчĕ, çавăнтах, ялти хĕрсене асăнсан, Трашука тăрăхларĕ те, кӳлешрĕ те. Тунсăхласах кĕтнĕ пуль çав хитре хĕр театрта тупнă «кавалерне», Трашук гимнази пирки юратса калаçнине манман вăл, гимназисткăлла тумланнă. Килте пĕчченех хăй. Малтан каччине горницăра чей ĕçтерчĕ, кайран хăй пӳлĕмне ертсе кĕчĕ. Хăй Трашукпа, ăна курăк çине ларса чуптунăранпа, «эсир» тесе калаçмасть ĕнтĕ, «эс» тет. Каччине те чей ĕçнĕ хушăра çапла калаçма хăнăхтарчĕ. Хула хĕрĕ хăйĕн пӳлĕмне те капăрлатма пĕлет иккен. Кун пек хăтлăха Трашук тĕлĕкре те тĕлленмен. Хальччен курман тĕлĕнмелле япаласен ячĕсем те хитре: темиçе сунтăхлă шкап пеккине комод теççĕ, темиçе хутлă кĕнеке çӳлĕкĕ — этажерка, сăвă çырмалли кĕнеке — альбом пулать. Альбомне вулаттарчĕ Сафо. «Тен, эсĕ те мана пĕр-пĕр сăвă çырса парăн», — терĕ. Трашук ассăн сывласа ячĕ. — Поэт мар çав эпĕ, Сафо, сăвă çырма пĕлместĕп. Сăвă мар, пĕр-пĕр Половиикин пек, хитре çыру çырма та пултараймастăп, — терĕ вăл сасăпа. Сафо куçне чакăртрĕ. — Половинкин! Мĕнле Половинкина асăнан эс, комиссар? — пăшăрханса ӳкрĕ вăл. Ана-кăна сисеймерĕ Трашук, ытахальтен кирлĕ-кирлĕ мара калаçакан çын пек: — Мĕнле Половинкнн пултăр, Виктор Половинкин, — терĕ. Çак сăмахсене каланă чух каччă алăри альбома уçкаласа ларатчĕ. Анчах вăл сасартăк хăй те хĕр пекех пăшăрханса ӳкрĕ, куçне те чакăртрĕ. — Сана та сăвă çырса панă-ха вăл, Сафо! Тен, сан патна та «Писать красиво не умею», тесе çыру та çырнă пуль?! Çавăнтах йĕкĕт сăнĕ тĕксĕмленчĕ. Виçĕмçул Сафо хăш алăкран ун умне пырса тухнине аса илчĕ вăл. «Комиссар» Половинкин ятне асăнсан, пирвайхи самантра хытă пăшăрханса ӳкнĕччĕ Улькин хĕрĕ: «Камран илтнĕ-ши?!» Анчах хăйне хăй тыткалама пĕлет-çке чее хĕр. — Кĕвĕçетним, кавалерăм? — ним пулман пек йăл кулчĕ вăл. — Кăшт кĕвĕçни килĕшет сана, анчах ытлашши ан пултăр. Çук, Половинкин ман кавалер пулман. Гимназире вĕреннĕ чух пирĕн пĕр-пĕрне альбома сăвă çыртарас йăла пурччĕ. Çавăн чух çырнăскер вăл. Пĕлтĕртенпе Половинкинсем хулара çук ĕнтĕ. Ашшĕ хĕрлисем таврăнсан тарчĕ, ывăлĕ унчченех çухалнăччĕ. Пĕлтĕртенпе тĕнчере çук Половинкин пирки калаçу çур сехете пычĕ. Айван каччă хăй Половицкин пирки мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа пачĕ. Сафо лăпланчĕ, анчах Наташа Черникова ятне илтсен, каллех пăлханса ӳкрĕ, тĕпче пуçларĕ. Виктор ун патне çыру хăш вăхăтра çырнине пĕлесшĕн пулчĕ. Усал кăмăлпа ахăлтатса кулас килнине хăйне хăй тыткалама пĕлекен хĕр пĕртте палăртмарĕ. Унăн пирвайхи «демонĕ» Половинкин пулнă çав. Анчах вăл «демон» мар, мемме çеç иккен авă. Çакна вăхăтра сисейменшĕн мăн кăмăллă хĕр халĕ питĕ тарăхса кайре. Половинкин пирки урăх калаçас килмерĕ. Вара Сафо сăмах пуçламăшне аса илчĕ. — Альбома сăвă çырса пама поэт пулма кирлĕ мар, — терĕ вăл, кĕнеке çӳлĕкĕнче тем ухтарма пуçласа. — Сăвă çырса, поэт хăйĕн туйăмне çеç мар, ытти çынсен туйăмне те палăртать. Кашни çын, поэзи чĕлхипе калаçас килнĕ чух, хăй сăвă çырмасть, пĕр-пĕр поэт çырнипе усă курать. Сана эп Блок кĕнекине парса ярасшăн. Вула. Блокăн хăш сăвви ытларах кăмăлна каять, çавна çырса парăн. Сафо тимĕр пек хытă хуплашкаллă чылай хулăн кĕнеке тупса Трашука тыттарчĕ: — Ак сана — юрату палли. Емĕр сыхла. Куншăн тав туса чуптăвас пулать. Трашук, аллисене сарса, хĕре ыталама тăнăччĕ, Сафо пӳрнепе юнарĕ. — Çук, çук! Апла мар. Çамкаран чупту. «Ну, Сафо! Пулать те-мĕн çакăн пек хĕрарăм тĕнчере, Мĕн шухăшлать вăл — нихçан та пĕлеймĕн. Чуптунă чух çамкине хĕрес хумалла мар-и тата?» Хĕр çамкине чуптуса çапла шухăшланă вăхăтра йĕкĕт сасартăк Кĕтерие аса илчĕ. «Вăл, пăртак вĕреннĕ пулсан, Сафоран та ирттеретчĕ, халь те мĕн хăтланать! Хам пек лăпкă та сăпайлă хĕр юратмарĕ мана: ялта — «качака таки», хулара — «Сафо». Тĕрĕссипе каласан, çур Наçтукшăн иккĕшне те парăттăм… » Сафо, хулăн хут тупса, сетел çине хучĕ, хăй кăранташ шĕвĕртнĕ хушăра качча сасартăк урăх шухăша ячĕ: — Кам ĕçлемест, çав çимест тесе кам каланă? — мăрăлтатса илчĕ вăл ачаш сасăпа. — Большевиксем каланă,комиссарсем каланă. Каласса калаççĕ, хăйсем вара вĕреннĕ çынна ĕç çывăхне те ямаççĕ. Трашук ăнланчĕ: ахальтен мар ку. — Тӳрех кала, Сафо. Эс ху пирки калаçатни? — ыйтрĕ вăл. — Сана çын кăмăлне хăвăрт ăнланма пĕлнĕшĕн комиссар тунă пуль çав, сухаллă Русланăм, — терĕ Сафо; качча пуçĕнчен пырса ачашларĕ те ăна хирĕç ларчĕ. Çавăнтах вара, сассине улăштарса, кĕтмен сăмахсем каласа, Трашука каллех тĕлĕнтерчĕ: — Тухса тар халех: эп — буржуйка, Петров юлташ. Сана манпа çыхланнăшăн айăплама пултараççĕ. Буржуйка тесе, ĕçе йышăнмарĕç мана… Хурланма та пĕлет иккен Сафо. Хура куçĕ ялтăртатми пулсан, вăл сасартăк ватă сăнлă курăнса кайрĕ. — Ман пĕр тус пур, — терĕ Трашук, — Илюша Чугунов. Вăл чăн та комиссар пек халь. Чухăнран чухăн çемьерен хăй. Çавăн амăшĕ, тетя Маша, сан аннӳпе пĕртăван пек туйăнать мана. Пĕр сăнлă. Вĕсем хурăнташ мар-и тесе, виçĕмçулах шухăшланăччĕ эп. — Пулĕ те, — терĕ Сафо, Чугунов пирки пĕртте интересленмесĕр. — Ман атте-анне çамрăк чухнех Сухоречкăран хулана пурăнма куçнă. Атте извозчик пулнă, анне — прачка. Мана вĕрентсе çын тăвасшăн тертленнĕ вĕсем. Патша влаçĕ вăхăтĕнче гимназн пĕтертĕм те, Совет влаçĕ вăхăтĕнче извозчик хĕрне ĕçе илмеççĕ, буржуйка тесе хăртаççĕ… Трашук хĕр сăмахĕсене илтнĕ-илтмен шухăшласа ларчĕ: «Çак хĕре юратнипе килнĕ-ши эп кунта? Пĕрне-пĕри чуптунăччĕ те вĕт эпир, «юратап» та тенĕччĕ. Мĕншĕн халĕ юн пĕртте хумханмасть ара, ун пек-кун пек сăмах та çук чĕлхере. Калаçасса та тем пирки калаçатпăр… » — Ĕç пирки иумай шухăшланă эп, — çаплах хăйĕнне калать хĕр. — Ятарласа вĕреннĕ пулсан, е актриса е художница пулăттăм. Ун пек вĕренме килмерĕ çав. Учительница пулăттăм, — вĕт-шакăр ачасене юратмастăп. Нимрен ытла кĕнеке юратап. Библиотекарь пулас терĕм вара. Çутĕç пайĕ мана йышăнмарĕ, буржуйка терĕ. Унта сирĕн комиссарсем шлепке тăхăннă кашни хĕрарăма буржуйка теççĕ. Капăр тумланма та юрамасть-им вара? Тен, ман атте-анне мана пĕрре тумлантарасшăнах ĕмĕр ĕçленĕ пуль… Тата тепĕр самантран хĕр сăнĕ каллех улшăнчĕ, çамрăкланчĕ. Трашукăн та кăмăлĕ уçăлчĕ пек: — Сан аллусем хитре! — терĕ сасартăк Сафо, куçне ялтăртаттарса. — Ак çапла, хускалмасăр тӳссе лар-ха пăртак. Сылтăм аллуна кĕнеке çине хур, сулахай аллупа çамкуна тĕреле. Пӳрнӳсене ан хуçлат, ан иытар. Ӳкерсе илем. — Пĕр сиккеленмесĕр ларăп, — терĕ натурщик пулса тăнă каччă. — Анчах сан çине пăхма юрать-и? Хĕр урăх сăмах чĕнмерĕ, кăранташ тытнă пӳрнисене хут тăрăх вылятса çӳретме пуçларĕ. Хушăран вăл, кăранташне пăрахса, резинка тытса сĕркелет те каллех ӳкерме тытăнать, Пĕр çур сехет иек аппалансан, вăл кăранташне пăрахрĕ, пысăк та илемлĕ куçĕпе пĕрре хут çине, тепре хускалмасăр ларакан каччă çине пăхса илчĕ. — Ман çине пăхма юрать, юрать, юрать, Русланăм, — юрласа ячĕ хĕр. Çаплах «юрать, юрать» тесе мăрăлтатса, каччă куçĕнчен пăхса, ун умне утса пычĕ, унтан сасартăк каччă чĕрçи çине кĕрсе ларчĕ. — Чупту мана, Русланăм! Чуптуса вăрат хăвăн Людмилуна. — Вара качча мăйран ыталаса илчĕ. Анчах Руслан мар, амăшĕ сасартăк киле таврăнса вăратрĕ Сафо-Людмилăна. Сафо та мар, Людмила та мар иккен вăл. — Эс килте пĕччен-и, Сонечка? — кăшкăрчĕ Улькин карчăкĕ, тулти пӳртрен горницăна кĕрсенех. — Эп пĕччен мар, анне. Кунта кĕме юрамасть, ман патра хăна пур, — терĕ хĕрĕ лăпкă сасăпа. Хăй Трашук чĕрçинчен пукан çине куçса ларчĕ те кĕнеке çине пăхмасăрах «Руслан и Людмила» поэмăн сыпăкĕсене вула пуçларĕ. Хитре вулать. «Чăнах та, артистка пулмалла пулнă унăн», — шухăшларĕ Трашук. — Ыран килетни? Пĕр сеанс çех турăмăр-ха, тепĕр сеанс тумалла пирĕн, — терĕ Сафо Трашука ăсатнă чух. Каччă ним шухăшламасăрах: — Килеп! — терĕ. Анчах хĕр сеанс тесе мĕн пирки каланине чухлаймарĕ вăл… Çимун çаплах çырать те çырать. Трашук вырăн çинче, куçне хупса, кĕçĕр мĕн пулнине йĕркипе аса илсе выртать. «Сеанс» сăмах патне çитет те каллех аптраса каять. Çимунран ыйтасчĕ — чăрмантарас килмест. «Тепĕр сеанс тумалла-ха пирĕн, терĕ. Мĕн-ши вăл, тепĕр сеанс? Чăнах та çав, пĕрремĕшне пĕлмесен, теприне ăçтан пĕлен?..» Çимун, кăранташне сĕтел çине иăрахса, ура çине тăчĕ. — Куçарасси çырассинчен те йывăртарах иккен, — терĕ вăл, пӳлĕм тăрăх уткаласа çӳреме нуçласа. Трашук юлташĕ ĕçрен пушаннăшăн хĕпĕртерĕ. Ун сăмахне хăлхана чикмерĕ вăл, юлташне хăйĕн хуйхипе çулăхрĕ: — Сеанс тени мĕне пĕлтерет, Семен Тимофеевич? — Кĕнекери сăмахсемпе тарăхса пĕтрĕм, эс тата кирлĕ-кирлĕ марпа аптратасшăн. Кинора пулса курнă вĕт. Пĕрремĕш сеансра та, иккĕмĕшĕнче те пулнă. Тата мĕн кирлĕ сана! — çĕтĕлчĕ Çимун. — Çук, кинора мар, — пурнăçра. Пурнăçра «тата тепĕр сеанс тумалла пирĕн» теии мĕне пĕлгерет? Çимун утма чарăнчĕ, Трашук çине кăсăкланса пăхрĕ. — Пурнăçра? Кăна калама йывăр, ача. Хăшпĕр чух тепĕр сеанс пуçланиччен малтан… хытă шухăшлас пулать. Çапла каларĕ те Çимун пӳлĕмрен тухса кайрĕ. «Ыйтма та кирлĕ марччĕ. Сисе пуçларĕ, шуйттан, Мулла Анукĕпе иккĕшĕ тăрăхласах кулаççĕ ĕнтĕ манран», — шухăшларĕ Трашук. Самани улшăнсах тăрать Тупă кĕрлени Чулçырмана илтĕнмест ĕнтĕ. Фронт тени, çуркунне Иĕнерлĕ Ту патне çитнĕскер, халь таçта-таçта, Чулçырмаран темиçе çĕр çухрăма куçнă. «Колчак» сăмах та илтĕнми пулчĕ. Дутовĕ пирки те шавламаççĕ. Вăрçăран килекен çырусенче пĕрисенче Деникин ятне асăнаççĕ, теприсенче тăшман ятне пачах мереккелле, «казара» тесе çыраççĕ. «Казарисем» инçетрех те мар иккен, пĕр çĕр аллă çухрăмра çеç — Чулçырмаран тӳрех кăнтăр енче. Салтаксенчен çырусем килеççĕ-ха. Килеççĕ-килеççĕ те… тăруках килми пулаççĕ. Елĕм-Чĕлĕм хăйĕн кинĕсене каллех авланатăп тесе хăрата пуçланă. Пали партизанра çӳресе киле таврăннăччĕ, çăва тухнă çĕре ăна та Хĕрлĕ Çара чĕнтерчĕç. Унăн çырăве килет-ха, Кĕркурин вара килми пулчĕ. Упăшкинчен çыру килми пулнăшăн Праски хуйхăрсах ӳкмерĕ. Пĕлтĕрсенче те нумай вăхăт çырусăр пурăнчĕ-ха вăл. Кайран çырăвĕ те килчĕ, Кĕркури хăй те тупăнчĕ. Тупăнчĕ те — каллех çухалчĕ. Пытанмалла вылянă пек. Халĕ хут татăлни ытлашши кулянтармарĕ Праские. Кĕркурирен кăна мар, пĕрле кайнисенчен пуринчен те сасартăк çыру килми пулнă. «Пурте пĕр самантра харăс вилсе выртман пуль-ха», — тет Праски. «Туппир мĕн пулсан та, эп айăплă мар, хăй айăплă, — сивлет вăл упăшкине. — Çынсем салтакран таврăнсан, çулталăк ытла килте пурăнчĕç, тĕп килрен уйрăлса тухса, хăйсем валли çурт-йĕр çавăрчĕç. Вăл пур, киле таврăннăшăн та савăнмарĕ, виç-тăватă уйăх пурăнчĕ те вăрмана тарчĕ. Тартăр! Эп хам та тарма пултарап… » Праскин çăмăлттай пуçĕнче çакăн пек çил вĕркеле пуçларĕ. Куншăн Мулла Анукĕ айăплă мар-ши? Еç вăхăтĕнче пулин те, Анук çамрăк хĕрарăмсене хăй патне пухса калаçрĕ. Йăлтах салтак арăмĕсем пухăнчĕç. Калаçнинчен усси те нумаях пулмарĕ ахăр. Анук Совет влаçĕ хĕрарăма ирĕке кăларнă пирки сăмахларĕ, халь хĕрарăм арçынпа тан, терĕ. Лешсен урăх хуйхă: «Хăçан упăшкасене киле яраççĕ? Хăçан вăрçă пĕтет?» Пухуран салансанах манчĕç пуль Анук сăмахĕсене, Праски вара асра çирĕп тытса юлчĕ. Вăл, «арçынпа тан» пулса, хуняшшĕне те, инкĕшне те итлеми пулчĕ, хăй пĕчченех мунчара кăмăшка вĕрете пуçларĕ. Вĕретнĕ кăмăшкине Праски хăех «арçынпа тан» ĕçет. — Ухмах! — тет хуняшшĕ, — власть чарман чух… ăмăшка вĕретмерĕн, халь, мĕн, тĕрмене ларас терĕн-им? — Лартчăр… ăрамастăп… ăмăшка ĕçсе те пулин чуна… антарам, — тет Праски, хуняшшĕне тӳррĕнех витлесе. Вунтăххăрмĕш çул çамрăк Совет çĕршывне çăмăллăх кӳреймерĕ. Вăл пĕр енчен йывăртарах та пулчĕ. Ют патшалăхсем, Совет влаçне пĕтерес тесе, тата хытăрах вăй хура пуçларĕç. Вăраха кайнă граждан вăрçин йывăрлăхĕсем, çĕршыв тăрăх тинĕс хумĕ пек сарăлса, Чулçырмана çĕнĕрен килсе çапăнчĕç. Çуркунне вунтăххăр тултарса çирĕме кайнисене Херлĕ Çара чĕнтерчĕç. Шăп тырă çине тухас умĕн вунтăххăра пуснисем те, Рамаш тантăшĕсем, салтак юрри юрласа, Тук кĕперĕ урлă каçса, хулана ăсанчĕç. Арçын ялта каллех сахалланчĕ. Тайман Сахарĕ те хуларан таврăнмарĕ. Кĕçех Шатра Микка та хула еннелле тухса кайрĕ. «Камунсене пурне те вăрçа илеççĕ. Совет влаçĕн пăкки шаннă», — тесе калаçа пуçларĕç ялта пĕрисем. Теприсем урăхла калаçрĕç: «Камунсем хăйсем ирĕкпе вăрçа каяççĕ. Ялта халăхшăн укçасăр ĕçлерĕç, халь халăхшăн вилме кайрĕç», — теççĕ. Кусем çапла халăх хушшинче нимрен хăрамасăр калаçаççĕ, лешсем шикленерех, вăрттăн чашкăраççĕ. Шатра Микка та ялтан кайнипе ял Совечĕ пуçсăр тăрса юлчĕ. Çитменнине тата, шăпах çав вăхăтра яла çуркунне Колчакран укçа шыраса илме кайнă куштансем таврăнчĕç. Тĕрмере ларакан тăхăр чăваш пирки уесри влаçсем ним тума аптранă. Çуркунне Кутяков Тоцкинчен кунти трибунала ăсатнă вĕсене. Хут çырман. Мĕншĕн вĕсене суд тумаллине никам та пĕлмест. Хăйсем кăтартнă тăрăх пурте кулак мар имĕш: чухăн та, батрак та пур вĕсем хушшинче. Чухăнĕ: «Мана свидетель пулма Пуян Танюш чĕнчĕ», — тет; батракĕ: «Мана хуçа хăй вырăнне ăсатрĕ», — тесе ĕнентересшĕн. Пĕр енчен — кулă, тепĕр енчен — хуйхă. Хăйсене ĕненме çук (Колчак патне укçа шырама кайнă!), анчах вĕсен айăпне кăтартакан хут та çук… Çав сăлтавпа чĕнтернĕ пулнă-мĕн Сахара. Тайманкинăн хăйĕнех çăлмалла пулнă вара путсĕр янташĕсене. Ревком хучĕ пирки те, çуркуннехи пăлхавлă пуху пирки те асăнмарĕ вăл кунта. Сахар хистенипе, вĕсене тĕрмерен кăларса ячĕç, ăна хăйне, поручитель пулса, алă пусма хушрĕç. Пĕр иккĕленмесĕр алă пусрĕ Сахар, алă пусрĕ те икĕ çыру çырчĕ: пĕрне — Куракхăвине, Радаев патне, теприне — яла, Тарас ячĕпе: Радаева яла таврăнакан куштансем пирки асăрхаттарчĕ, Тараса хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайни çинчен пĕлтерчĕ, сунтăх тĕпĕнчи ревком хутне Шатра Миккана кайса пама хушрĕ. Çыру илсен, Тарас макăрмарĕ. Ашшĕ хыпарне пĕлтерсе, амăшне макăртрĕ вара. Сунтăх уççине ашшĕ, хулана кайнă чухнех, Тараса парса хăварнăччĕ. Ревком приговорне тупса, Шатра Микка патие кайрĕ ача. Анчах лешĕ хутне илмерĕ. «Эп хам та парти чĕннипе Хĕрлĕ Çара каятăп, ревком приговорне хăвах усра», — терĕ. Микка пичче килĕнче Паçук инке йĕрет, килте — амăшĕ. Аçта кайса кĕрес ĕнтĕ Тарасăн? Ревком хучĕ те пăшăрхантарать ачаиа. Епле усрам ăна? Тарас Лешеккине инкĕш патне чупрĕ. Оля ревком приговорне вуласа пăхрĕ те, унта Фальшина та асăннăшăн хĕпĕртесе: — Юрĕ, Тараска, ку питĕ хаклă хут. Эп ăна хамах усрăп, — терĕ. Хуняшшĕ таврăнманни Ольăна тĕлĕнтермерĕ, коммунистсене Хĕрлĕ Çара чĕнекен хут кунта та килсе çитнĕ… Хаяр Макар хуларан таврăннă хыççăн виçĕ кун тăтăшах мунча хуттарчĕ, тĕрме пыйтисене мунча чулĕ çинче ăшаларĕ, хăй милĕкпе вирлĕн çапăнчĕ. Ял тăрăх тата сакăр тĕлте шăматкуна кĕтмесĕрех мунча тĕтĕмĕ йăсăрланчĕ. Ку эрнене вара ял çыннисем хăшĕ «мунча эрни», хăшĕ «кулак эрни» терĕç. Çĕнĕ сăмаха Тимĕркке сарчĕ: — Камун эрни шăпланчĕ, кулак эрни пуçланчĕ. Миккапа Сахар вăрçа ăсанаççĕ, Таыюшпа Макар пыитă ăшалаççĕ. Замана! Тимĕрккен хăйĕн шухăшне пĕлме хĕн. Вăл камунсене те, кулаксене те тăрăхлать. Хăй тĕрĕссипе мĕн шухăшлать-ши? Чехсем кайсан, вăл урама тухса ташларĕ. Кайран хăйĕн кăмăлне нимпе те палăртмарĕ. Пăлхавлă пуху вăхăтĕнче ниçта хутШăнмасăр юлчĕ. Пĕррехинче Ахтем Макарĕ Тайман Сахарне ун пирки: — Ку Заманаран самана çынни пулма пултарать вĕт, Захар Матвейчă. Ана хамăр енне çавăрсан, лайăх пулĕччĕ, — терĕ. Ун чух Самана Тимĕрккине сăнама Сахарăн май пулмарĕ. Шатра Микка та питех ырламарĕ Макар шухăшне, «пуянсемпе пĕрле ĕçет» тесе иккĕленчĕ. Кайран Сахар тавçăра пуçланăччĕ. «Хăй пуян та мар, чухăн та мар. Вăтам. Унăн шӳтле сăмахне халăх кула-кулах тăнлать. Аслă çын. Хаçат вулать. Хăйпе тӳррĕнех калаçса пăхас». Çапла палăртса хунăччĕ вăл. Тăвасса ним туса та ĕлкĕреймерĕ… Сахар туса пĕтермен ĕçе Радаевпа Арланов сасартăк туса хучĕç. Çĕнĕ учителе, «катари чăваша», ял çыннисем кăмăлларĕç. Уçă кăмăллă çын, яланах шӳтлеме юратать, чăвашла мереккелле калаçать: «Çут тинче», «Чай иçме лар», — тет. Сăрт çинче пурăнакан Тимĕркке яла аннă чух Мулла Анукĕн пӳрчĕ çумĕпе иртсе çӳрет. Кама та пулин тĕл пулсан, пĕр-ик сăмах каласа саламлать те «Замана!» тесе кăшкăрать. Пĕррехинче Анук чӳречи уçăлчĕ. Чӳречерен шакла пуçлă учитель йăл кулса пăхса тăрать. Тимĕрккепе Арланов хальччен паллашманччĕ-ха. Халь паллашрĕç. Малтан сăмах чĕнмесĕр пĕр-пĕрин çине ухмахсем пек шăл йĕрсе пăхса тăчĕç. Тимĕркке тӳсеймерĕ, сасартăк паян хаçатра вуланă сăмаха кăшкăрса ячĕ: — Бролетарий — на коня! Учитель кăчăк туртрĕ те: — Кил, бролетарий. Паллашмалла чай иçĕпĕр, — терĕ. — Чай вырăссем ĕçеççĕ, чăваш чей ĕçет… кăмăшка çук чух, — терĕ Тимĕркке, пӳрте кĕрсен. Çавăнтах кăмăшкине вырăнсăр асăннăшăн ӳкĕнчĕ те урăхларах çавăрса хучĕ: — Ку пӳртре кăçал камунсем пурнаççĕ, кăмăшка ĕçмеççĕ. Ирĕксĕрех чей ĕçес пулать. — Хаçат вулатăн, ху титтим чăваш пек хитре сăмаха пăсатăн. Ком-мунист тесе калама вирен, — тĕртсе хучĕ АрлаНов. — Сансăрах пилэп, — терĕ Тимĕркке, сăмаха юриех учитель пек пăсса. — Шатра Микка тесен, камун пулать вăл. Евграф Архипович пулсан, ком-му-нист вара. — Эпĕ коммунист мар-ха, Владимир Наумович, сан пекех сочувствующи çеç. Хальччен калаçса паллашман пулин те, пĕр-пĕрин ятне çынран ыйтса пĕлнĕ-ха вĕсем. Иккĕшĕ те савăнчĕç халь: учитель — Чулçырма чăвашĕ ун ятне пăсмасăр каланăшăн. Тимĕркке — çĕнĕ учитель ăна та сочувствующисен шутне кĕртнĕшĕн. Камунсем ун çине тӳртĕн пăхнăшăн пăшăрханатчĕ вăл. Тен, Ахтем Макаре сĕннĕ пек, Сахарсем Тимĕрккепе калаçнă пулсан, вăл хальччен сочувствующинчен те ирттернĕ пулĕччĕ. — Эс, мыскараçă, ман кăмăла ăçтан пĕлен вара? — хăй хĕпĕртенине пытарма тăрăшса ыйтрĕ Тимĕркке. — Пилеп, — терĕ Арланов, пӳрнисене черетлĕн хутлатса. — Чехсем кайнă чух эсерсен лозунгне тăрăхланă? Пĕрре! Пролетарии всех стран, соединяйтесь тесе ташланă? Тепре! Халь кумушка иçме пăрахнă? Виççĕ… Çапла паллашса туслашрĕ икĕ мыскараçă. Хăйне хăй сочувствующий тесе, Арланов ахальтен мар каларĕ. Хальччен партие кĕме шухăшламанччĕ вăл. Халь Антонина Павловна унăн чĕрине те, пуçне те çавăра пуçларĕ. «Халăха ытларах усă кӳрес тесен, партие кĕрес пулать», — терĕ вăл. Радаев Сахар çырăвне илнĕ хыççăн тепĕр эрнерен тин Чулçырмана кайма ерçрĕ. Ялти ĕçсемпе паллашрĕ те вăхăтлăха икĕ Совета пĕрлештерме шут тытрĕ. Коммунистсен пухăвĕнче Фиронова Радаевпа труках килĕшмерĕ, партин наци политикине пăсатпăр капла, терĕ. — Çук, ним чул та пăсмастпăр, — хулăн сасăпа кĕрлерĕ Радаев. — Каларăм-çке — вăхăтлăха! Хĕле кĕнĕ çĕре чăвашран икĕ-виçĕ коммуиист тупăр, каччуна та коммунист туса çитер, — Арланов пирки тĕртсе хучĕ вăл Тоньăна, — ху лайăхрах чăвашла калаçма вĕрен, Оля упăшкин çемйине пурăнма куçтăр… Вара Чулçырмара та уйрăм Совет тăвăпăр, тен, ун чух комячейка та уйрăм пулĕ. Халĕ чăваш ялне çаплипех хăварма пултараймастпăр, Тĕрмерен таврăннă кулаксем халлĕхе шăпăрт-ха, мунча кĕреççĕ, самогон ĕçеççĕ. Анчах кĕçех вĕсем яла хăйсене май пăтратма пуçлĕç. Тайманкин юлташ та çавăн пирки асăрхаттарать… Радаев кăшт сывлăш çавăрса чарăнса тăчĕ те, кĕсйинчен Сахар çырăвне кăларса, Фироновăна пурте илтмелле вулаттарчĕ. — Илтрĕр-и? Пирĕн коммунист поручитель пулса алă пуснă, — янăрарĕ малалла вăйлă сасă. — Хăй вăл яла таврăнмарĕ. Унăн тивĕçне эпир тумалла. Совет ĕçĕ Чулçырмара пĕтĕмпех сӳнсе ларнă. Вăхăтлăха сирĕн пурин те чăваш енче ытларах ĕçлес пулать. Пĕр ял Совечĕ пулмасан, ун пек ĕçлени килĕшмĕ. «Пирĕн хамăрăн Совет пур, сирĕн ĕç мар», — тесе хăваласа ярĕç сире. Çавăн чух вара, чăнахах та, партин политикине пăсни пулса тăрĕ. Ан пăшăрханăр, эп ку ыйтăва райкомра та, хулара та килĕштерсе майлаштарăп. Халь ĕçе тытăнар. Продразверстка ĕçĕ кĕтмест, самогон вĕретекенсене те халех чармалла. Чухăнсене ӳкĕтлĕр, пуянраххисене тӳрех хулана тытса ăсатăр… Оля куккăш калаçнă чух ун çине пăртак хурланса, ăна шеллесе пăхса ларчĕ. Епле савăк, уçă сăнлă çынччĕ, пурнăç сĕткенĕ пĕрĕхсе тăратчĕ унран. Халь куç айĕсем хуралнă, тĕттĕмленнĕ. Кулма-ахăрма пĕлмен çын тейĕн. Сывлăхĕ начар. Суранĕсем аптратаççĕ, тепĕр чух темле чир тытса пăрахать ăна. Шăлне шатăртаттарса йăваланать вара, мĕскĕн. Рамаш та фронтран çавăн пек хуралса, пăсăлса таврăнĕ-ши?! Мĕн пулсан та, чĕрĕ таврăнтăрччĕ… Çапла шухăшласа ларнă çĕрте Оля сăнĕ сасартăк çуталса кайрĕ. Ашра тем калт! тĕртсе йăшаланчĕ пек. Мĕскĕн куккăшне те манса кайрĕ вара çамрăк хĕрарăм. «Рамаш ачи йăшăлтата пуçларĕ!» — савăнса шухăшларĕ вăл. Юлашкинчен Радаев сăмахĕпе пурте килĕшрĕç. Совет ĕçĕсене халлĕхе туса пыма уполномоченнăй кирлĕ терĕç. Пĕр çын пирки шантарса хĕрӳ калаçрĕ Антонина Павловна. Ун сăмахне шанса, ун урлă Арланов сăмахне итлесе, уполномоченнăй тума Тимерккене палăртса хучĕç. Тата икĕ кун иртсен, Арланов, хăй питĕ ăслă та мăнаçлă çын пек, Тимĕрккене ăс вĕрентсе калаçрĕ: — Асту, Владимир Наумович! Эс халь Замана Тимĕркки мар ĕнтĕ, Осокин юлташ, у-пол-номо-ченный! Глав-но-ко-ман-дующий тенĕ пекех илтĕнет. Нимсĕрех «Замана!» тесе кăшкăрма пăрах. «Бролетарий — на коня» тесе те вырăнлă кăçкăрас пулать. — Сансăрах пĕлетĕп, — терĕ Тимĕркке, шăл йĕрсе. — Сана та йĕркене кĕртĕп, чăвашла тĕрĕс калаçма вĕрентĕп. Кашнп пăснă сăмахшăн штраф тӳлеттерĕп сана: «çут тинче» тенĕшĕн — вунă тенкĕ, «кăçкăр» тенĕшĕн — вунпилĕк тенкĕ, «чай иçме» тенĕшĕн — çирĕм тенкĕ. Иккĕшĕ вĕсем, çӳлти кĕпер урлă каçса, каçа хирĕçех Малтикаса çул тытнăччĕ. Арланов Мирски Тимук çыран айне чăмнине курса юлчĕ те юлташне асăрхаттарчĕ. — Ку батрак ми… мэнле? — халех чĕлхине юсама тытăнчĕ Арланов. — Совет влаçĕн юпи пулма пултарать-и? — Ку батрак анчахрах тĕрмерен таврăнчĕ, — тавăрчĕ Тимĕркке. — Юпа пулас е «На коня» ларас вырăнне вăл кĕçех Мăрзабай çине утланса ларать ак. Халь Хаяр Макар валли кăмăшка шăршласа çӳрет пуль. Хăйсем вĕретме хăраççĕ. Мирски Тимук, чăнах та, Чулçырма çыранĕ айне кăмăшка шăршипе аннă. Яла таврăнсан, тĕлĕнсе кайрĕ Тимук: пуянсем кăмăшка вĕретме хăраççĕ иккен. Ялĕпе те пĕр Чахрун Мишшипе Елĕм-Чĕлĕм кинĕ çеç иикамран хăрамасăр вĕретеççĕ-мĕн. Чахрун Мишшипе урăх çыхланас мар, терĕ Мирски Тимук, Праски патне çул тупрĕ. Шупка тĕтĕм кăларакан турпас çунтарать Праски. Кăмăшка лайăх сăрхăна пуçланă вăхăта мунчана Тимук пырса кĕчĕ. Праски куркана малтан юхнине сăрăхтарса ĕçме хатĕрленнĕччĕ. — Ытла час килтĕн, Тимук пичче. Хатĕр мар-ха, кăшт уçăлса çӳре, — терĕ Праски, каялла çаврăнса пăхмасăрах. Тимук хирĕç чĕнмерĕ, мунча алăкне тачă хупса, юнашар ларчĕ. Праски куркари шĕвеке сыиса ячĕ те: — Санăн та ĕçес килет пуль, ярса парас-и? — тесе ыйтрĕ. Мунчара тĕттĕм. Хĕрарăм кăмăшка сыпса ларать. Тимук алли хĕрарăм çурăмĕ çине шăппăн пырса выртрĕ. Праски çуçенсе илчĕ, çавах туртăнмарĕ те, шарламарĕ те. Вара Тимук хĕрарăма вăйпа урайне йăвантарчĕ те ăна çăхан сăхнă пек чуптума тытăнчĕ. Кăмăшкапа вĕриленнĕ Праски малтанах парăнчĕ пек, анчах тепĕр самантран питне пăркаларĕ те ачаш сасăпа: «Чим-ха, Тимук, малтан эсĕ те сып-ха», — терĕ. Килĕшес пулчĕ Тимукăн, вăл, ĕçме хатĕрленсе, урайĕнче ура тăсса ларчĕ. Праски, ура çине тăрса, курка тулгарчĕ. Унтан вăл мунча алăкне тапса уçрĕ те сасартăк: — Эс, тĕрме пыйти, мана автан пек таптас терĕн-им! Ав, Емпĕлти Альтука кайса тапта! — терĕ; хăй Тимука куркари сивĕнсе çитмен шĕвекпе питрен сапрĕ. Ун пек-кун пек пуласса кĕтмен «автан» питне шăлса та ĕлкĕреймерĕ — Праски мунчаран чупса та тухрĕ. — Тĕрĕс каланă çав Мирски Тимук тесе! Пăх-ха ăна! Мана та килсе çулăхрĕ. Эп Емпĕлти Альтук мар. Кирлĕ пулсан, çамрăккине тупăп…  — мăкăртатрĕ самаях ӳсĕрĕлепуçланă Праски. Сăрхăнакан кăмăшкипе антăхнă «автанне» çаплипех пăрахса хăварчĕ вăл, хăй Кĕтери патне кайса мухтанас терĕ. Тимук, ним пулман пекех, кăмăшка вĕретме юлчĕ. Пĕр курка тултарса сыпсан, çĕлен пек чашкăра пуçларĕ: — Чим-ха, тепĕр чух вĕçерĕиеймĕн. Вĕçерĕнме мар, хăвах чĕнсе илĕн. Чĕнмесен — эсĕ те тĕрме пыйти пулса курăн. Çыран айккипе тăнкăлтатса пыракан Праски Тимук мĕн чашкăрнине илтмерĕ. Канăçсăр чунсем Юлашки çулталăк хушшинче Трашукăн ăстăнĕ çивĕчленчĕ, тавракурăмĕ анлăланчĕ. Самана çавраçилĕ ăна хальччен хăпарса курман çӳллĕше хăпартрĕ. Хулари чи пысăк çӳллĕшре, чаплă керменĕн виççĕмĕш этажĕнче, хуçа пек пуласса вăл кăçалччен тĕлĕкре те тĕлленме пултарайман. Çапах сăпайлă йĕкĕт мăнаçланса каймарĕ. Мăнаçланма мар, хăй, такам умĕнче темшĕн айăплă çын пек, чун канăçне çухатрĕ. Пуринчен ытла вăрçăра юн тăкакан юлташесенчен уйрăлса юлни тарăхтарать ăна. Çавна унăн аслăрах тусĕ Мăрзабай Çимунĕ лайăх курчĕ, мĕншĕн тесен Çимун хăй те çапларах çын. Хăйсен пурнăçри тивĕçĕ пирки Çимунпа Трашук пĕрле те, уйрăм та нумай шухăшласа курнă; канăçсăр-тăнăçсăр чуна кантарас тесен, пурнăçри тивĕçе тупасах пулать. Тайман Сахарĕ коммунйст тивĕçĕпе тата хăй кăмăлĕпе Хĕрлĕ Çара çырăннă вăхăтра Çимуяпа Трашук та каясшăн пулчĕç. Каллех тиркерĕç вĕсене. Çимунĕ, чăнах та, сывлăхпа ниме юрăхсăр çын ĕнтĕ, тепĕр чух сĕтел хушшинче ларнă çĕртех хавшаса ӳкет. Трашук ун пек мар. Вăл пăхма та чип-чипер, ун сывлăшĕ те хăватлă: Атаман тăвĕ çине пĕр канмасăр чупса хăпарĕ. Пурпĕрех ăна та ура лаппи тӳрем тесе тиркерĕç. Чăнах та çав, туссем вăрçăра юн тăкнă чух лăпкă хулари пурнăçпа епле çырлахас-ха! Трашука Блокăн хитре сăввисем те хумхантарми пулчĕç, Сафо юмахĕсем те йăлăхтара пуçларĕç. Çав тапхăрта Çимун кăмăлĕ те тепĕр еннелле туртăна пуçларĕ. Канăçсăр чун валли ĕç тупма Мулла Анукĕ пулăшрĕ. Трашука садра çухатса хăварнă каç «анкă-минкĕ Тартюхсем» пирки калаçнине иккĕшĕ те манман вĕсем. Анук каланă пек, хальхи пурнăç çинчен пьеса çырса пăхас кăмăл та пур-ха Çимунăн. Малтан вăл, хăнăхмалла тесе, вырăсларан куçарса пăхас терĕ. Çутĕç пайĕнче пьесăсем тупăнчĕç, анчах хальхи пурнăç çинчен çырнисем çук. Вара Çимун Островский пьесисене кăмăлларĕ, малтанлăха «Бедность — не порок» текеннине суйласа илчĕ. Тертлене-тертлене куçарса пĕтерчĕ Çимун. Халь мĕн тăвас ĕнтĕ? Анукпа иккĕш хулара пурăнса театр тăваймĕç вĕсем. Яла каяс пулать. Çакăн пирки Çимун унчченех шухăшла пуçланăччĕ. Инспектор ĕçĕ кичем пек туйăнчĕ ăна, унăн халăх хушшинче ĕçлес килет, чăвашсем патĕнче. Çимун хăй виçĕмçул иккĕленнĕ пек иккĕленекен çынсем халь ялта йышлăланнă ĕнтĕ. Çаксене кивĕ йăласенчен хăпма, çĕнĕ пурнăç çулĕ çине тăма пулăшас пулать. Тата тепĕр сăлтавпа та ялалла туртăнать Çимун: Чулçырмана кайса килнĕренпе вăл ачипе арăмĕшĕн тунсăхлакан пулчĕ. Ĕçлеме яла куçас майĕ те тупăнчĕ. Уесри çутĕç пайĕн пуçлăхĕ фронта кайнă хыççăн çав вырăнта ĕçлеме Самартан Малинин юлташ килсе çитрĕ. Хулари чăвашсем хăйсен вăрманти юлташĕ, Самарти учителĕ, килнĕшĕн тем пек савăнчĕç. Шур сухал вĕсене Воробьевран салам каларĕ, хыпарсем те пĕлтерчĕ. Воробьев шкулне хупнă иккен, курсантсене пурне те фронта ăсатнă. Çапах та пĕчĕк чăваш хĕл енне каллех шкул уçма ĕмĕтленет, тет, тăшмана пур фронтра та халех çĕнтерессе шанать, тет. Кĕçех Куракхăвинчен çын ыйтса ячĕç. Хут хыççăн Радаев хăй килсе çитрĕ. Вĕсем те çутĕç пайĕн пуçлăхне вăрçа ăсатнă. Никама мар, Николаева яма ыйтрĕ Радаĕв. Мулла Анукĕ, чăвашла спектакль лартас еçпе хĕрсе кайнăскер, «драматургран» юласшăн пулмарĕ. Ана укомра чарса тăмарĕç, вăл Куракхăви районĕнче хĕрарăмсем хушшинче ĕçлени лайăхрах пуле терĕç; чăваш ялĕсем унта нумайрах. Çапла Хĕрлĕ çуртри чăваш колонийĕ саланчĕ, Трашук хулара пĕччен юлчĕ. Вăл яла каяс пирки сăмах та хускатмарĕ. Пĕр енчен, уком ярас çук, теиĕр енчен — Воробьев сăмахне манман Трашук: малалла вĕренме ĕмĕтленет. Кусемсĕр пуçне тата ăна хулара тытса тăракан тепĕр сăлтав та пур-ха. Каç пулсан киле васкамасть Трашук. Ĕç нумайланчĕ. Пĕррехинче ăна уком секретарĕ чĕнсе илчĕ те: — Укомра пăхма чипертерех арçынсем иккĕнех юлтăмăр, Петров юлташ, — терĕ. — Ыттисем — уксах-чăлах та хĕрарăм. Сан сухалу вăрăм, ман çӳç вăрăм. Çавăнпа ĕçлеме те пире ыттисенчен ытларах тивет… Çӳçĕ, чăнах та, вăрăм Ильииăн. Максим Горькинни пек. Вăл кабинетра пуçне алăпа тĕрелесе ларнă чух шăпах çавна аса илтерет. Анчах ларнă чух çеç. Ура çине тăрсан, вăл Трашука та мăй таран çеç. Ырă çын. Трашук хисеплет те, юратать те ăна. Çитменнине тата, вăл сассипе те, сăнĕпе те пăртак Мăрзабай Çимунĕ евĕрлĕрех. Уком ячĕне пĕр вакун политикăлла литература килнĕ: кĕнеке, плакатсем, лозунгсем, хĕрлĕ хăмач ярăмĕсем. Çавсене Трашукăн уесри кашни ял валли уйăра-уйăра хумалла. Трашук ĕçе хĕрӳ тытăнчĕ. Ана виççĕмĕш хутра пĕр пысăк пӳлĕм пачĕç. Каçсерен çавăнта тĕрмешет вăл. Ывăнсан, балкон çине тухса уçăлать; пӳлĕмĕ те, балконĕ те халь Трашукăн кабинечĕ пулса тăчĕç. Балконĕ çурт тулашĕнче мар, çзфтрах темелле. Унăн пĕр енĕ çеç ӳçă — балкон пек мар, пӳлĕмĕн пĕр пайĕ пек курăнать. Кунта ĕлĕк çурт хуçин, Киселев улпутăн, кабинечĕ пулнă. Каçсерен, балкон çине тухса, Атаман тăвĕ çине пăхса ларнă улпут. Мĕн те пулнн шухăшласа ларнă пуль ĕнтĕ. Анчах, паллах, çакăнта кĕçех Чулçырмари Çăпата Михалин ывăлĕ хуçа пуласса шухăшламанах ĕнтĕ. Шухăшлама мар, çын каласан та, каçса кайса кулнă пулĕччĕ… Çав улпут балконĕ Трашука питĕ килĕшрĕ. Вăрттăн кĕтес. Аялтан пăхсан, балкои çинче ларакан çын курăнмасть. Кĕçĕр Трашук пӳлĕмре ĕçлемерĕ, чĕри вăрканипе, балкон çине тухса, клеткăри арăслан пек уткаласа çӳрерĕ. Паян укома таçтан Илюша Чугунов килсе кĕнĕччĕ. Хăй питĕ васкатчĕ, Трашукпа калаçса та лармарĕ. Хыпарне те тулăклă каламарĕ, юлташне пăлхатса çеç хăварчĕ. «Пирĕннисем пурте пĕтнĕ пуль, ача. Урал фронтĕнчен хăрушă хыпарсем килнĕ. Тĕрĕсрех хыпар укома килĕ-ха, паян-ыран мĕн пĕлесснне пĕлĕн. Халь эп штабра мĕн илтнине ĕненсех çитместĕп. Васкатăп. Пĕлтĕрхи çулпа çӳреме тиврĕ мана», — терĕ вăл. Урăх ним те каласа ĕлкĕреймерĕ — ăна Ильин патне чĕнсе илчĕç. Пирĕннисем Урал фронтĕнче — Чулçырмаран çур ял, Сухоречкăран çур ял тени те сахал. Чи паттăр, чи ăслă, чи вăйпитти çынсем унта. Нумайăшĕ унчченех пĕтнĕччĕ: Спирка, Пăликан, Нюра, Унтри, Кĕркури… Ыттисене пурне те паян Илюша каланă пĕр сăмах пĕтерсе хучĕ. Çав пĕр сăмахра — темиçе çĕр çыннăн хаклă пурнăçĕ. Кашнине уйрăм аса илсен — чăтма çук. Çак балкон çинчен пуçхĕрлĕ сикес килет. Чĕрĕ çынсен сăнĕсем куç умне килсе капланчĕç, чун тăвăрланса çитрĕ. Çав вăхăтра куç умне чи çывăх, чн хаклă сăн тухса тăчĕ. Рамаш!.. Тутине кăштах чалăштарса кулать. Çук, вилĕмпе юнашар тăрасшăн мар вăл! Рамашăн çутă сăнĕ Трашук шухăшĕсене пĕр йĕркене кĕртсе ячĕ. Çĕнĕ самана, çĕнĕ тĕнче юнлă çапăçура, йывăрлăхра çуралать. Ĕçхалăхĕн паттăр ывăлĕсем çутă малашлăхшăн пинĕ-пинĕпе пуçĕсене хураççĕ. Емĕрсен тăршшĕне вăрçăсенче нумай-нумай юхнă халăх юнĕ, çавах ун хĕн-хурлă пурнăçĕ пĕртте çăмăлланман. Çăмăлланма мар, йывăрланса пынă. Халĕ акă халăх вăрçăсене ĕмĕрлĕхе пĕтересшĕн çапăçать, хăйĕн ирĕкне, телейне ĕмĕрлĕхе çирĕплетесшĕн кĕрешет. Чаплă юрă сăмахĕсем аса килеççĕ: Юлашки хут хăватлă Çапăçу çĕкленет. Интернационалпа Этемлĕх вăй илет. Çавăншăн вилеççĕ чи лайăххисем, чи хитрисем. Вăрçă пĕтĕ, эпир çĕнтерĕпĕр. Пинсем пĕтĕç — миллионсем юлĕç. Манĕç-ши чĕрĕ юлнисем вилнисене? Çук, нихçан та манмĕç. Вилнисен ячĕсем, çутă çăлтăрсем пек, тата хитререх инçете чĕнсе тăрĕç. Çакнашкал шухăшсемпе Трашук чылайччен лăпланаймарĕ. Шыва сиксе те сивĕтеймĕн çав хуйхăпа кăварланнă чĕрене. Юнлă çырмана сиксе çеç сивĕнме пулать пуль. Илюшăн хуралса ларнă сăнĕ аса килчĕ. Вăл хуть ĕçе кайрĕ. Çакăн пек хĕрӳ ĕçе, юнлă ĕçе пуçа чикес килет халь… Йышăнмаççĕ вĕт Хĕрлĕ Çара! Эппин, тарса каймала мар-ши?.. Çук, апла та юрамасть. Кунтан тарни те, пĕр шутласан, дезертирла хăтланниех пулать. Ильин хăй те вăрçа кайĕччĕ акă, анчах парти ăна кунта çаиăçма тăратнă. Трашука та партн тăратнă мар-и? Халĕ ĕнтĕ ăна Çимунпа Мулла Анукĕ шухăшласа хунă еç те ача вăййи пек курăнмарĕ. Çимун хăйĕн тивĕçне лайăхрах ăнланнă иккен. Парти ĕçĕшĕн кĕрешме урăх хĕçпăшал тупнă вăл. Хулари театра кирлĕ пек ĕçлеттересси те пирĕн хуйхă иар-и вăл? Ыранах Ильин юлташа асăрхаттарас. Театр кăтартакан спектакльсене курма халь ытларах шлепкеллĕ хĕрарăмсем çӳреççĕ. Рабочи халăх валли пултăр вăл, театр тени… Тепĕр кунне Трашук уком секретарĕпе театр пирки, чăнах та, калаçса пăхрĕ. Илыш çамки çине усăнса аннă пĕр çĕклем çӳçне икĕ аллипе те ĕнси çинелле ывăтса майлаштарчĕ те каччă çине питĕ ăшшăн пăхса илчĕ. — Ман шухăша пĕлнĕ пекех, питĕ вăхăтлă сăмах хускатрăн, — терĕ вăл, унтан Трашука хăратса пăрахрĕ: — Сана, Петров, агитпроп тăвас мар-и? Семыкин кайнăранпа çав пай кăшт уксахлакан пулчĕ пирĕн. Безрукова — лайăх коммунистка, анчах агитпроп ĕçне пĕччен çĕклеймĕ вăл. — Пултараймăп, Тихон Сĕменович. Ытла çамрăк-ха. — Эс ытла çамрăк, эп ытла ватă… Çамрăк пулнăшăн ан кулян. Эс ман пек пулăн-ха, эи вара сан пек пулаймăп. Çавах кулянмастăп. Сан пек çамрăксем халь Хĕрлĕ Çарта — полк е бригада командирĕсем. Вĕсенчен ан юл… Тепĕр çултан ак сана хам вырăна ĕçлеме хăварăп. Атя, атя, килĕш. Килĕшсен вара сана хамăн пĕр секрета каласа парăп. Юлашки сăмахĕсене Ильин сассине пусарса, пăшăлтатса каларĕ. Хăй вара кăкăрне тьиса, кахлатса ӳсĕрме пуçларĕ. Ун «секречĕ» тĕлĕнтерчĕ Трашука. Уком секретарĕ Тихон Ильич çамрăксем валли кĕнеке çырать иккен. Çавăнпа вăл çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр кабинетра пĕччен ĕçлесе ларать. Унăн тепĕр вăрттăнлăхне Трашук урăх çынран пĕлчĕ. «Ильин юлташ нумай пурăнаймасть пуль. Упке чирĕ çиет ăна», — терĕ Безрукова Трашукпа ĕç пирки калаçнă чух. Ильин паян пушшех Горький санлă куранчĕ Трашука: пичĕ путăк, сăнĕ салхуллă. «Пурăнас кунĕсем пĕтсе килеççĕ пулин те, хăй çавах çыншăн, халăх малашлăхĕшĕн çунать… » Трашукăн пур ĕçре те ун пек пуласси килчĕ. Йĕкĕт йĕрĕхĕсем Хăйне курман чух Сафошăн тунсăхламасть Трашук. Хăй астутармасан, чĕнмесен — ун патне кайма кăмăлĕ те ытлах туртмасть. Хĕре курсан çеç унăн вылянчăк ялтăркка куçĕсен тыткăнне лекет. Сафона: «Юратап», — тесе тĕрĕснех калать Трашук. Курман чух вара юратнипе юратманнине хăй те пĕлмест. Аптранă енне, йĕкĕт ăна Наçтукпа танлаштарса пăхать. Наçтук сăнпа Трашукшăн çеç хитреччĕ. Вăл енчен Наçтука хула хĕрĕпе танлаштарма май.çук. Сафона Çимун та «хитре майрасен» шутне кĕртет. Вĕренни енчен пăхсан, ялти пуян хĕрĕ хулари мещен хĕрне парăнсах каймĕ: улт-çичĕ çул вĕреннĕ, гимназире те вĕренсе курнă, кĕнеке те нумай вуланă. Астăн енчен илсен, Мăрзабай хĕрĕ темле Сафоран та ирттерĕ. Наçтука мĕншĕн юратнине пĕлмест Трашук, анчах ăна юратмаллах юратнăччĕ вăл. Курман чух — тунсăхласа касăлнă, курнă чух — ăна пырса тĕкĕнме мар, сăмах чĕнме те именнĕ. «Пуçпа та, юнпа та мар, хĕре чĕрепе, кăмăлпа юратни çеç юрату пулать пуль вăл», — тесе шухăшлакан пулчĕ Трашук. Çак шухăш Çимунсем кайсан тин çирĕплене пуçларĕ. Çимун сăмахĕ те пăртак пулăшрĕ пуль аптранă йĕкĕте. Малинин килсен, Çимуна систермесĕрех, Трашук Улькин хĕрне ĕçе вырнаçтарчĕ. Çимунпа Анук вăл мĕн хăтланнине сиснĕ ĕнтĕ, çапах шарламан, хăй каласса кĕтсе пурăннă. Кĕтсе илеймен. Уйрăлас умĕн çеç вăрттăнлă-кĕрттĕнлĕ хăтланакан йĕкĕтпе ятарласах калаçрĕ вара Çимун. Çимун калаçнă чух Трашукăн хăлхисем те хĕрелсе кайрĕç. Ашкăнчăк ача пек шăпăрт кăна итлесе ларчĕ вăл. — Ватăлнă хĕрсем халь такама çаклатма та хатĕр, — терĕ çавăн чух Çимун. — Улькин хĕрне юриех хурласа каламастăп. Хурлас тесен, хурлама та пулать. Сăн пирки мар. Хитре хĕр ĕнтĕ, пупĕрех пĕрне-пĕри юрăхлă çынсем мар эсир. Вăл, буржуйка мар пулин те, мещанка. Ун йăлисем сана килĕшмĕç, сан хăтланчăкусем ăна кӳрентерĕç. Халлĕхе пĕр-пĕрин çитменлĕхĕсене курмастăр, каярах йăл сана «некультурный, деревенщина, мужик» тесе хăрта пуçлĕ. Вăл кăна мар. Хĕрарăм арçынран пăртак çамрăкрах пулмалла. Сан мăшăру пулас хĕр çитĕнмен-ха, таçта ашшĕ килĕнче ӳсет халь… Трашук шарламарĕ. Çимун кăшт шăпланса утса çӳрерĕ, унтан, çамрăк тусĕ çине пăхмасăр, хăй тĕллĕн калаçнă пек, малалла сăмахларĕ: — Çамрăкрах пулмин — тантăш пултăр. Ку вăл санран нумай аслă. Эп каччă чухнех çитĕннĕ хĕрччĕ вăл. Ăна Чулçырмара такам та пĕлет. Сана ирĕксĕрлеместĕп. Асăрхаттарап çеç, хам тивĕçе тăватăп. Халь хулара пĕччен юлатăн. Пиччӳ вырăнне калатăп. Хулари пурнăçшăн ытла çамрăк эс… Мулла Анукĕ те уйрăлас умĕн хăй сăмахне вăрттăн каларĕ. Урапа çине ларсан, Трашука тепĕр хут чĕнсе илчĕ те хăлхаран пăшăлтатрĕ: — Арлăх туртăмĕсене майрапа пусарсан та пырĕ, авланас тесен вара — чăваш хĕрне савăнтар. — Çапла каларĕ те, туртари лашана шартах сиктерсе, ахăлтатса кулса ячĕ. Тата пĕр сăмах каларĕ Çимун Трашука: «Асту, ылтăн çĕрĕ вырăнне йĕс çĕрĕ ан туян. Хулара ял çыннисене улталакан хитре япаласем нумай. Хитрелĕхĕ те, пахалăхĕ те суя вĕсен», — терĕ. Сисрĕ Трашук: ку сăмаха та Çимун Сафо пиркиех юптарса каларĕ. Пĕччен юлсан, хытă шухăшларĕ йĕкĕт Çимун сăмахĕсем пирки. Сафо унран чылай аслă пулнине вăл хăй те сисе пуçланăччĕ. Анчах уншăн кулянмарĕ вăл. Культура тĕлĕшĕнчен вĕсем хушшинче пысăк уйрăмлăх пулни те ăна аптратмарĕ. Вăл енчен Сафопа кайран та танлашма пулать. Суя хитрелĕхпе пахалăх пирки калани вара шăп тĕле лекрĕ. Унччен хушăран кăна тапранкаланă шухăш халь йĕкĕт пуçне пĕтĕмпех çавăрса илчĕ. Сафо хăй те илемлĕ, тумĕ те хăтлă. Ун таврашĕнчи япаласем те хитре. Янравлă сăвăсем вулать, йăпатакан юмах ярать. Анчах темле суялăх пур çав хитрелĕхре. Мĕн вăл? Хитрелĕхе пысăклатни, çука пур тума тăрăшни мар-и? Ятне кăна илер-ха. Хăй Софья ятлă. Ачашшăн калас тесен, Соня темелле. Темшĕн хăй валли вал суя ят тупнă. Тата каччин чăн ятне те пăсрĕ. Пĕррехинче тата: «Вĕт-шакăр ачасене юратмастăп», — тесе тĕлĕнтерчĕ. Хĕрарăм хĕр чухне те ача-пăчана юратать. Ача тени тĕнче илемĕ вăл. Хитре япалана юратать, хитре тавралăха юратать, хитре сăвă юратать, чăн хитре чĕрчуна вара — юратмасть. Трашука «юратап» тенĕ чух та суймасть-ши вăл? Тен, ниме те мар, хăйне кăна юратать пуль… Аплах пулмасан та, суя пурнăçра пурăнать Сафо. Трашука та çавăнталлах туртма хăтланать. Хайхи балкон çинче каллĕ-маллĕ уткаласа çӳренĕ май çапла шухăшларĕ Трашук. Халь ĕнтĕ Сафо мĕн хăтланни, мĕн калани — пĕтĕмпех суяпек туйăна пуçларĕ ăна. «Пĕтĕмпех суя» тени, тен, тĕрĕсех те пулмĕ-ха. Хулари мещен хĕрĕ суя пурнăçра, хăй шухăшласа кăларнă пурнăçра, пурăннинчен тĕлĕнмелли çук. Чăн пурăнăç — халăх хушшинче вăл. Сафо пек хĕрсем ĕлĕк те халăха ăнланса çитмен, революци вăхăтĕнче вара унран хăракан та пулнă. Сафо тесен, «хура халăхран» хăраман вăл. Хулари извозчиксене кăна мар, ялти хресченсене те — вырăсне те, чăвашне те — мĕн пĕчĕкренех хăнăхнă. Çапах, гимназире вĕреннĕрен, Блока вуланăран, хăйне мăнна хуракан пулса кайнă. Пĕр вăхăтра пуян купца ывăлне качча кайма ĕмĕтленнĕччĕ вăл… анчах Половинкин ывăлĕ ăна улталарĕ, илмерĕ. Самана пăлханать. Хĕр ĕмĕрĕ иртсе иырать. Шăпах çав вăхăтра вăл Трашука тĕл пулчĕ. Паллашнă каç «комиссар» уншăн суя пурнăçри герой пулса тăчĕ. Каярах вăл Трашука чăн пурнăçра, анчах вăрттăн пурнăçра, герой тăвас терĕ. Трашука качча кайма шухăшламасть Сафо. Качча кайма пĕр-пĕр инвалид — е офицер, е вĕреннĕ комиссар — тупăнĕ тет. «Çамрăклăха çак сухаллă Русланпа çунтарса ярас, атту пурпĕрех хăрса кĕлленет вăл. Асăнмалли юлĕ хуть кайран… » Паян хĕр хăйĕн пĕчĕк хитре япалисене ридикюльне чиксе тултарчĕ, вĕсем уншăн хусах арçын пӳлĕмне хитрелетме кирлĕ пек туйăнчĕç; кĕçĕр Русланпа Людмила уй-рăм пӳлĕмре çĕр ирттермеллĕ-çке. Ун «Русланĕ» каланă вăхăтра килте пулмарĕ. «Людмила» çаплах кĕтсе илеймерĕ ăна. Мĕнле ăрăмçă аллине лекнĕ-ши?! Пĕр-пĕр Наина тупăнман-и? Наина… Малтан кулса ячĕ «Людмила». Кайран кĕвĕçсех шухăшла пуçларĕ. Унтан хăйне хăй çилленсе кайрĕ: «Çук, кĕвĕçес мар-ха. Ытла нумай чыс пулĕ тата хам шухăшласа тупнă геройшăн!» Çапах темшĕн тӳрех килне каймарĕ Сафо, паллакан çынсене асăрхамасăр, тĕп урампа хуллен кăна утрĕ. Нихçан çӳремен çулпа çӳрерĕ вăл паян. Унтан комиссарсен çурчĕ патне пырса тăчĕ. Анчах кĕмерĕ. Тротуарпа пынă чух пуçне каçăртса çӳлелле пăхнă пулсан, хĕр хăйĕн «Русланне» те куратчĕ пуль. Русланĕ те, виççĕмĕш хутри бăлкон карлăкĕ урлă уртăнса аялалла пăхас-тăк, капăр тумланнă хĕре курнах пулĕччĕ. Вара, тен, аяла та чупса аннă пулĕччĕ… Балкон çинчен аялалла уртăнса пăхас йăла çук çав Трашукăн… Урам тепĕр енчи тротуар, уртăнса пăхмасан та, лайăх курăнать. Пуринчен капăр тумланнă майра урам тепĕр енне каçнине çеç курса юлчĕ Трашук… Çак кунсенче Трашук Сафо пирки нумай шухăшланипе унран пăрăнма сăлтав шыра пуçларĕ. Сăлтавне Праски тупса пачĕ. Мирски Тимук çапах та темле майпа Праские кăмăшка вĕретнĕшĕн хуптарма пĕлнĕ-пĕлнех. Уншăн Праски хăй те айăплă ĕнтĕ. Хуняшшĕ сăмахне те, çын каланине те, Тимĕркке Совет ячĕпе асăрхаттарннне те итлемен вăл. Çапах, усал Тимук каланă пек, Праски «тĕрме пыйти» пулмарĕ-ха. Чăвашла тумланнă хĕрарăм тĕрме иачальникне тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Çамрăк та хитре хăй. Айăпсăр ларнă тăхăр чăваш ялĕнчен. Кунăн хучĕсене те тĕрĕс туса çитермен. Те васканă, те акт çыраканнисем хăйсем те ӳсĕр пулнă. Унпа калаçма тăлмач кирлĕ тата. Укома шăнкăравларĕ начальник. Лерен часах Трашук пырса çнтрĕ. — Ма кăмăшка вĕретрĕн? Мĕн каласа çăлас ĕнтĕ сана! — çилленсе кайса калаçа пуçларĕ вăл Праскипе. — Ма вĕретнине сана, Трашук, кайран калăп. Халь итле, — Трашука курнипе хĕпĕртерĕ Праски. — Мирски Тимук лартрĕ мана. Мана пусмăрлама тапăнчĕ вăл. Эпĕ парăнмарăм, ăна питрен кăмăшкапа сапрăм. Çав лартнă, хăй Совет влаçне хирĕç пулнăшăн тĕрмере ларнă тесе кала. Ман пирки, кăмăшка хăй вĕретмен, хунямăшĕ вĕретнĕ, эп ун чух ăнсăртран мунчара пулнă тесе кала… — Хуняму çук вĕт-ха сан. Хуняçу çине йăвантарасшăн мар-и эс? — Çук, çук! Ĕлĕм-Чĕлĕм пирки ан асăн. Пирĕн качча лартĕç тата. Хунямăш те. Трашук кулса ярасран аран тӳсрĕ. Ку Кĕтери хăраххипе калаçни те усăсăр. Вăл Праски хучĕсене илчĕ те милици управленине кайрĕ. Хĕрлĕ партизан-командир арăмне арестленине пĕлсен, милици начальникĕ турткалашмарĕ, кирлĕ резолюци çавăнтах çырса пачĕ. Тĕрмерен хăтарчĕç Праские, çавах Трашукăн поручитель пулса алă пусмалла пулчĕ. — Ну халь мĕн тăвас ĕнтĕ санпа? Киле хăвăртрах ăсатасчĕ, — терĕ Трашук, урама тухсан. — Асатма ĕлкĕрĕн-ха. Малтан хăна ту. Çиес килет, çывăрас килет, сана мана çăлнăшăн чуптăвас килет, — ихĕрчĕ Праски. — Чипертерех пул. Эп саншăн алă пуснă. Ман сăмаха итлес пулать ĕнтĕ сан, — терĕ Трашук, мăнаçланса. — Мĕне пелтерет вăл, алă пусни? Эп татах кăмăшка вĕретсен, сана тĕрмене лартаççĕ-и? Апла пулсан эпĕ мар, эс ман алла лекрĕн-ха, — йĕкĕлтерĕ каллех Праски. Вара Трашукăн та хуйхăрма пĕлмен çамрăк хĕрарăмпа пĕрле кулмалла пулчĕ. Çавах вăл хĕрарăм кăмăлне тепĕр еннелле çавăрса яма тăрăшрĕ, хăй ним пĕлмен пек, упăшки пирки ыйтса тĕпчерĕ. — Упăшкапа пурăнаймарăм çав, — кăшт хурланнă пек пулчĕ Праски. — Хăй çут тĕнчере пурнасшăн пулмарĕ, таçта кайса чикрĕ пуçне. Аван мар хут килчĕ. Халь яла та тăруках таврăнмастăп ĕнтĕ, Самлейне кайса кăшт пурăнатăп. Елĕм-Чĕлĕм хуняçам: «… ĕçĕн… инĕм тĕрмере ларать», тесе макăртăрах пăртак. Трашук халлĕхе хăйĕн хваттерне леçсе хăварчĕ Праские. Еçрен таврăнсан, Самлейсен хваттерне шыраса тупас тенĕччĕ вăл. Шухăшланă пек пулмарĕ. Хăй станцири клубра пулнипе килне ытла каçа юлса таврăнчĕ. Хăни кунтан ниçта та кайма шухăшламасть иккен. Урай çуса, хусах йĕкĕтĕн пӳлĕмне тирпейлесе, хăй мунча кĕрсе, апат пĕçерсе кун ирттернĕ вăл. Ыран Трашукăн кĕпи-йĕмне çума хатĕрленет-мĕн. Пирвайхи каç хăнана кравать çине вырттарчĕ хуçа. Хăй валли урайне сарчĕ. Тепĕр каç аплах пулаймарĕ. — Эс каллех урайĕнче йăваланса выртас тетĕн-и? Хăвăн вырăну çине хăвах вырт, эп урайне сарăп. Пĕр каç хăна пулни те çитĕ, — терĕ Праски, çывăрма вăхăт çитсен. — Тух, эппин, эп выртам, — килĕшрĕ йĕкĕт. Саланса утиял айне кĕрсе выртсан, Трашук хăлхине Праски коридорта такампа вырăсла калаçни илтĕнчĕ. — Эс тĕрмере вырăсла пĕлместĕп тенĕччĕ. Халь такампа чиперех калаçрăн вĕт. Апла, лере суйрăн пулать? — терĕ вăл, Праски пӳлĕме таврăнсан. Çамрăк хĕрарăм, лĕх-лĕх кулса, куçне вылятрĕ, Трашук çине çăтса ярас пек пăхса илчĕ. Пăртак вăхăт иртсен, темшĕн: — Эп Самлей хĕрĕ вĕт, — тесе хучĕ. «Ма апла кăларĕ-ха ку? Мĕне пĕлтерет вăл? Ялта Самлей хĕрĕсем ясар тенине илтнĕччĕ, çавăнпа калать-ши? Вырăн сармасть-ха. Манпа юнашар выртма шухăшламасть-и вăл? Тепĕр тесен тата мĕнех вара? Ялти хĕрсемпе яшсем улахсенче пĕр вырăн çинех выртаççĕ. Калаçса выртаççĕ те нимсĕрех çывăрса каяççĕ… Анчах унта темиçе мăшăр юнашар сарса выртаççĕ çав, кунта вара эпир иккĕнех… Эй, ухмах, мĕнрен хăраса ӳкрĕм-ха тата? Каччи эпĕ-ха, вăл мар… » Çапла шухăшласа выртнă май Трашукăн куçĕсем те хупăннăччĕ пулмалла — вăл çутта хăçан сӳнтернине те сисмерĕ. Вырăн сарни те илтĕнмерĕ. Праски çывăхра пăшăлтатни çеç илтĕнчĕ… Ирхине вĕсем пĕр вырăн çинче, пĕр вăхăтра вăранчĕç. — Тăма та вăхăт çитнĕ. Эс куçна хупса вырт, эп тăрам, — терĕ Трашук именчĕк сасăпа. — Хĕрарăмпа арçын пĕр-пĕринчен унччен вăтанаççĕ, кайран вара кун çутипе те вăтанмаççĕ, — терĕ Праски, йĕкĕте чуптуса. — Летчик-Миккаран Кĕтери хăтарчĕ мана, Мирски Тимука хам парăнмарăм. Санран турă амăшĕ те хăтараймарĕ. Эп сан çумна кĕрсе выртиччен малтан турă амăшне кĕлтуса пăхрăм. Пулăшмарĕ… «Сана манран мар, мана санран хăтараймарĕ çав», — шухăшларĕ йĕкĕт хăйне хăй тăрăхласа та, сивлесе те. Сафо та аса килчĕ: «Хайхи сăлтав тупăнчĕ ĕнтĕ. Текех ăна куçран пăхаймăп. Сăмах татнă кун килте пулманшăн çилленсе пурнать пулĕ ĕнтĕ халь… » Çапла шухăшларĕ Трашук. Ентĕ лăплана та пуçланă-ччĕ, анчах пĕр кĕтмен çĕртен ăна хуçа майри сехĕрлентерсе пăрахрĕ. Каччă Праские ăсатса таврăнсан, вăл: — Арăмăр сирĕн хитре те ĕçчен, савăк кăмăллă, — терĕ. Тĕлĕнсе кайнă «комиссар» хирĕç чĕнессе кĕтсе тăмасăр, вăл анратса яракан хыпар пĕлтерчĕ: — Халь кăна пĕр хĕрарăм килсе кайрĕ, сирĕн пирки ыйтрĕ. Арăмне ăсатма кайрĕ, терĕм… — Мĕнле хĕрарăм, кам? — чĕлхине аран çавăрса ыйтрĕ Трашук. — Паллаймарăм. Вуальне çĕклемерĕ… Мăнтăр купца майри суя тĕнчене çапла пĕр сăмахпа пĕтерсе лартрĕ. Иртнине халь тавăрас тесен те тавăраймăн. Кĕçĕр Трашук Сафо патне пысăк çыру çырчĕ. Çырăвĕнче: «Ман арăм çук. Хуçа майри, пĕлменнипе, ирĕксĕрех суйнă», — терĕ вăл унта. Çав вăхăтрах çырăвне ĕмĕрлĕхе уйрăлакан çын пек çырчĕ. Суя илемлĕхе юратакан хитре хĕрĕн кăмăлне майлăрах пултăр тесе, çырăвне çаила вĕçлерĕ. «Паллашнă чух эсир мана пĕр сăввăн варринчи пайне çеç каларăр. Эп сире Блок сăввин пуçламăшĕпе пĕтмĕшне астутарам: Не призывай и не сули Душе былого вдохновенья. Я — одинокий сын земли, Ты лучезарное виденье. Земля недвижна, ночь бледна. Не жди былого обаянья: В моей душе отражена Обитель страха и молчанья». Çырнă çырăвĕ темиçе кун сстел çинче тусанланса выртрĕ. Ирĕксĕрех Кĕтери сăмахĕсем аса килчĕç: «Çыру çырма ăста эс, анчах çырнă хутна яма иĕлместĕн». Наçтук патне çырнă та çурнă хутсем те аса килчĕç. Укĕнчĕ халь йĕкĕт хăйĕн туйăмне хĕре вăхăтра систерменшĕн. Халĕ ним тума та çук ĕнтĕ. «Иртсе кайни каялла таврăнмасть çав», — хурланса шухăшларĕ вăл. Мĕн иртсе кайнăшăн хурланнине вăл хăй те путлĕн чухласа илеймерĕ. Кĕрхи каç Сахар таврăнмарĕ. Лисук, çамрăк хĕрарăм пек, каллех салтак арăмĕ пулса тăчĕ. Халь килте, туса пĕтермен кил-çуртра, тăр-пĕччен юлчĕ вăл. Верук хăнана килнĕччĕ. Вăл ашшĕне курса юлаймарĕ, пăртак пурăнчĕ те Тараса хăйпе пĕрле илсе кайрĕ. — Марье кинемей тунсăхлаиă, Тараса илсе килме хушрĕ, — терĕ. Кăнтăрла ĕç нумай. Хĕл каçма лайăхрах хатĕрленес пулать. Пир пĕветсе, Тарас валлн кĕпе-йĕм çĕлемелле, пусма тавар лавккана килет пулсан та — илме укçа çук. Лисук кунĕпе е килкартинче, е пӳртре мĕшĕлтетет, каçсенче вара, хăй çутмасăр, пĕчченех куççуль юхтарса, сасăсăр хӳхлесе ларать. Лешеккинче ватăлнă хĕрсем хурланса юрлани илтĕнет. Майра хĕрĕсем улах ларсах каймаççĕ, кĕркунне те урама тухаççĕ. Каччисем çук вĕсен, вăрçăра. «Мăнтарăн хĕрĕсем! — вĕсене те шеллесе хуйхăрать Лисук. — Качча каймасăрах талăха юлтар. Эх, самани-самани! Арçын юн тăкать, хĕрарăм куççуль юхтарать… Йăпанма пĕчĕк ача пулинччĕ, — каллех хăй пирки шухăшлать вăл. — Юлашки хĕрача та пулин пурăнмарĕ… Юлашки пулчĕ çав вăл. Усрав ача тупса илес мар-ши пĕрех хут?..» Хĕрарăмăн иксĕлсе пĕтмен туйăмĕ тăлăх чĕрен суранне пушшех араслантарать. Тарас кайсан, Лисук чĕри тата хытăрах касăла пуçларĕ. Пĕрре çапла каçхине Лисук, хăй çутмасăр, хуйхăрса, хӳхлесе ларнă чух пӳрте такам килсе кĕчĕ, чăвашла: — Ман килес, анне! — терĕ. Лисук çанçурăмĕ çӳçенсе илчĕ, вăл сăмах чĕнейми пулса кайрĕ. — Пĕчченех-и, анне? Тараска таврăнмарĕ-и? — халь сасă тĕпелтех илтĕнчĕ, урай хăми те чĕриклетрĕ. Лисук тинех тавçăрса илчĕ: Оля! Хĕрарăм чĕрине чăвашла та, вырăсла та каланă «анне» сăмах çемçетсе ячĕ. Оля хăй çутма хушмарĕ. Вăл Рамашăн тăван мар амăшĕ çумне юнашар пырса ларчĕ. — Пурăнмаллах килтĕм… Рамаш çулĕие тӳрех каçрăм. Ыран япаласене лашапа илсе килеççс. Вăхăт çитрĕ ĕнтĕ. Тахçанах каçмаллаччĕ те, анне ямасăр тăчĕ. Халь хăех ăсатрĕ. «Кай, эппин, тăхлачă пĕчченех юлнă, эпир хуть сансăр та виççĕн юлатпăр килте», — терс. Оля вырăсла калаçать. Лисук — чăвашла. Çапах вĕсем пĕрне-пĕри лайăх ăнланаççĕ. Автансем авăтичченех калаçса ларчĕç çамрăк салтак арăмĕпе ватă салтак арăмĕ. Çывăрма выртас умĕн Оля Лисук аллине тытса хăйĕн хырăмĕ çине хучĕ. — Раштавсем иртсен асанне пулатăн, — терĕ вăл. Пурнăçра хуйхăпа пĕрле савăнăçĕ те çӳрет çав. Текех анне пулаймĕ Лисук, асанне пулма тивĕçех вара. Усрав ача шырама та кирлĕ мар иккен. Оля çĕнĕ çĕрте выртсан та тӳрех çывăрса каяймарĕ. Савăнăçне çеç каларĕ-ха вăл хунямăшне, хуйхине каламарĕ. Хуйхи те пур çав: Рамашран çыру килми пулчĕ. Паян яла çул ман Илюша кĕрсе тухрĕ. Вăл ялта çулталăк ытла пулмаи, хăй çава. х таçта васкать. Дезертирсене тытма хушнă иккен ăна. Улшăннă Илюша, хаярланса кайнă. Кăнтăр фронтне Деникиппа çапăçма каясшăн пулнă вăл, анчах унта ăна яман. «Эс партизан пулса вăрманта пурăннă. Халь вăрманта дезертирсем тарса пурăнаççĕ, Совет çыннисене вĕлереççĕ. Çав усалсен йăвине шыраса туп», — тенĕ штабра. «Тупатăп, пĕрне те чĕрĕ хăвармастăп. Персе вĕлеретĕп», — тенĕ Илюша. — Сана хăвна пеме право паман пуль-ха? — ыйтрĕ унран Оля. — «Только в перестрелке», терĕç штабра. Перестрелка тăвап эп вĕсене! Пурне те хирсе тăкăп. Кам мана пырса тĕрĕслĕ унта, — терĕ Чугунов, шăлне шатăртаттарса. Хаярланнă Илюша. Оля Рамаш пирки пăшăрханса калаçнине илтсен, кăмăлпа пăртак çемçелчĕ пек. Оля çумне пырса ларчĕ, шӳтлеме пăхрĕ. — Мана юратмаллаччĕ сан, Олюша, — терĕ вăл. — Сывлăх енчен ăраскаллă эп, пульăсем тивмеççĕ мана, тивсен те вĕлермеççĕ, ӳте шăтараççĕ кăна. Виç хутчен суранлантăм — аптрамарăм. Рамаш темле паттăр ĕçре, темле хăрушлăхра пулсан та, пуля лекменччĕ, хĕç касманччĕ ăна. Орденоносец вăл. Пуля шăйăрмасть ăна, лексен — е чĕрине, е пуçне шăтарать. Мĕншĕн тесен телейлĕ вăл, юратура телейлĕ. Телейлĕ çын иурнăçĕ вăрăм пулмасть. Ман пек ăраскалсăррисем çĕр çул пурăнаççĕ… — Эс ма апла калатăн? Пĕр-пĕр начар хыпар пĕлместĕн-и, Илюша? — шуралса кайрĕ Оля. Илюша каллех те шӳт турĕ, те кĕвĕçрĕ: — Хыпар? Мĕнле хыпар? Сана курнипе ăсран кайрăм пуль? Рамаш пулмасан, Оля мана юратма пултаратчĕ, тесе шухăшланăччĕ… Хыпар пĕлекен çын мар эп, Оля. Штабсем хыпар каламаççĕ мана, приказ пама çеç пĕлеççĕ. Илюша сăмахĕсене аса илсе, тарăхса, аптраса выртать ыйхă çухатнă Оля. «Ма апла калаçрĕ-ши Илюша? Кевĕçет-шн е… чăнахах Рамаш телейне ăмеанать-ши? Е тата, чăнах та, Рамаш пирки усал хыпар пĕлет-ши?..» Шурăмпуç палăрнă çĕре Лисук Анук ĕнине сума тăчĕ. Ма савăк туйăмпа вăранчĕ-ха вăл паян? Çавăнтах астуса илчĕ: Оля пурăнмалла килчĕ. Тата вăл часах асанне пулать! Тарас кравачĕ патне пырса, вăл хальтерех çывăрса кайнă çамрăк кинĕ çине пăхса тăчĕ. Унтан ăна тепĕр утиялпа витрĕ те, урай хăми чĕриклетесреи асăрханса утса, пӳртрен тухрĕ. «Тарас аппăшĕ патĕнче уйăх пурăнсан та аптрамăп ĕнтĕ, халь пĕччен мар», — шухăшларĕ Лисук «çичсакпа» витре йăтса аннă май. Анчах Тарас Якалĕнче уйăх пурăнмарĕ. Уйăх мар, эрне те тăмарĕ. Çутăлса çитессе кĕтмесĕрех, вăл килне, вуникĕ çухрăма, çуранах тухса чупрĕ. Тахçан-тахçан хĕвеле вупăр çинĕ чух ун ашшĕ çак çулпах макăрса чупнăччĕ, Тарас макăрмасть. Хушăран куççуль шăпăртатса тухнине те сисмест вăл. Кăшт чарăнса, питне çаннипе шăлса илет те татах чупать. Тул çутăлса çитрĕ ĕнтĕ. Те ывăнса ӳкнипе, те пуç кăшт йĕркене кĕре пуçланипе, Тарас чупма чарăнчĕ. Пĕр самант шухăшласа тăчĕ: «Аппана та каламарăм. Каялла таврăнас мар-и? Выртмари ачасем калĕç-ха, кукка лашисене те çавăтса таврăнĕç. Хут киличчен пырса çитесчĕ: Антонина Павловна урлă почтальона систерес: Олк ячĕпе хут килсен, ан патăр хутне. Хам ятпа килнине хамах илĕп». Пĕр чупса, пĕр утса васкать Тарас. Мĕн пулнă-ши ăна? Хĕвеле те, уйăха та мар, Тарасăн хальччен хура-шур курман чĕрине вупăр çиет халь. Çуркунне, Иĕнерлĕ Ту хыçĕнче тупăсем кĕрленĕ чух, пĕчĕк ача пек кунĕпех макăрчĕ вăл. Халь макăрма та пĕлмест. Унăн чĕри типĕ хуйхăпа касăлакан пулнă. Якалĕнче Тарас аппăш патĕнче мар, Темен куккăш патĕнче пурăнчĕ, куккăшне вăрçтарчĕ, Марье кинемее савăнтарчĕ. Каçсерен куккăшĕн икĕ лашипе выртмана çӳрерĕ вăл. Тĕрĕссипе каласан, чăн-чăн куккăшĕ Тарасăн çук та. Амăшĕ унăн тăлăх-турат пулнă. Чулçырмари куккăшсем — амаçури енчен, Темен куккăш — асламăш енчен. Ашшĕ енчен тачă хурăнташ çук. Тарас çавна пĕлмест мар, лайăх пĕлет. Пĕррехинче вăл таврари хурăнташсене пурне те хут çине çырса илчĕ. Кам хăш енчен, мĕн таран хурăнташ пулнине ашшĕне тĕпчесе тĕрĕслерĕ. Мĕн тесен те, Темен куккăш чи çывăх хурăнташ пулса тухать. — Чи çывăх хурăнташу сан вырăсра ĕнтĕ халь. Ольăран çывăххине тупаймăн. Çӳлти сыпăкра мар, аялти сыпăкра шыра хурăнташна. Ольăн ачи сан чи çывăх хурăнташу пулать ак, — терĕ ашшĕ, Тарас списокĕнчен кулса. Оля пирки ашшĕсĕрех пĕлет-ха Тарас. Вăл унпа ашшĕнчен маларах паллашнă та, туслашнă та. Халĕ ашшĕ-амăшĕ енĕпе хурăнташ çукки хăртать ăна. Асатте енĕпе те çук, асанне енĕпе кăна. Çавăнпа Тарас Темен куккăшне курасшăнах пулчĕ. Ана юратма та тăрăшрĕ вăл, икĕ кун кунĕпех юратса пурăнчĕ, виççĕмĕш кунне пиччĕшĕн сăмахне ирĕксĕрех аса илчĕ: «Чăнахах та, Тĕве кукка иккен», — терĕ. Куккăшĕнчен писрĕ Тарас, уншăн выртмана та çӳремĕччĕ, анчах Марье кинемей пур вĕт-ха. Шухăшласа пăхсан, тăванлăх енчен ют çын вăл. Асаннен кинĕ çеç, хăй çапах темле тăванран та тăванрах. Рамаш Темен куккăшне мĕнле «арестлени» çинчен те каласа култарчĕ Тараса ырă карчăк. Ялта пĕлтĕр пулса иртнĕ ĕçсем пирки те ачапа мăн.çынпа калаçнă пек калаçрĕ. Çав Марье кинемейшĕнех Якалĕнче тем чул пурăнĕччĕ Тарас, пурăнмалла пулмарĕ çав. Тарас Якаль ачисемпе хăвăрт наллашрĕ. Кĕлеткепе вунвиççĕри ача вӳнпиллĕкри пек курăнать. Якаль ачисем, чăвашсем те, вырăссем те, хавас йышăнчĕç ăна. Нумайăш пĕлтĕр ун пиччĕшне курса юлнă. Рамаш пирки пĕр-пĕрин умĕнче ăмăртсах тĕрлĕ легендăсем каласа пачĕç, Тараса хăйне «Трибунал шăллĕ» тесе чĕне пуçларĕç. Кĕçех Тарас выртмана çӳрекеи «кавалеристсем» хушшинче «командир» пулса тăчĕ. Самлей енчи вăрманти Вăрăм уçланкăна Якаль ачисем выртмана çӳреми пулнăччĕ. Унта выртмари ачасене çĕрле темле усал çынсем пырса тапăнаççĕ, тет. Тарас те ĕненмерĕ, те хăйĕн паттăрлăхне кăтартас терĕ, — хăй пек харсăр юлташĕсене çавăнта ертсе кайрĕ. Лашисене тăлласа ячĕç ачасем, хăйсем, кăвайт хурса, улма пĕçерчĕç те вут тавра юмахласа ларчĕç. Тарас темиçе хут та лашасене кайса тĕрĕслесе килчĕ. Уçланкăрах сиккелеççĕ-ха вĕсем, таçта вăрмана кĕрсе каймаççĕ, уçланкăри курăк тутлăраххине хăйсем те пĕлеççĕ. Ачасем çывăрса кайрĕç. Тарас, çывăрма хатĕрленнĕскер, вут сӳнсе ларасса кĕтсе выртрĕ. Çав самантра Самлей енчи вăрман хĕрринче сасă илтĕнчĕ. Тарас ура çине сиксе тăчĕ. Вут умне икĕ юланут çывхарчĕç. Пĕри лаша çинчен анчĕ. Тепри, пĕр ача çывăрманнине курсан, йăвашшăн: — Ан кăшкăр, ан хăра гшртен, — терĕ. — Сире тивместпĕр, пире лаша мар, апат кирлĕ. Юлташусене ан вăрат. Апат пур-и? Тарас калаçакан çыннине палларĕ те, тĕлĕнсе, сăмах чĕнейми пулса кайрĕ. Лаши çинчен анни çав хушăра ачасен хутаççисене тустарса тухрĕ, ачасем çисе ярайман улмана кĕсйине пуçтарса чикрĕ. — Санька! Мĕн туса çӳретĕр эсир кунта? Хĕрлĕ Çарта апат памаççи сире? — çывхарчĕ Тарас юланут патне. — Кăнтăрла яла килĕр. Çăкăр, аш, кĕрпе парса ярăп. — Спасибо, Тарас, — палларĕ Санька та Тараса. — Кăн-тăрла çӳреме юрамасть пире. Эпир вăрттăн отрядра. — Вăл темшĕн кулкаласа илчĕ. — Эс ма Якальне килтĕн? Асту, ялта мана курннне никама та ан кала. Хăвăртрах, Васька, мĕн мĕшĕлтететĕн унта? — юлташне васкатрĕ Санька. «Васька. Фальшин вăл! Ун пирки Оля вăрмана тарнă тесе каланăччĕ. Санька та унпа пĕрле. Акă мĕнле вăрттăн отряд вĕсен», — тавçăрса илчĕ Тарас. Вăл сасартăк вырăнтан хускалчĕ те тапраннă юланутсем хыççăн чупрĕ. — Санька-а! Чим-ха, — тарăхса кăшкăрчĕ Тарас. — Эс дезертир вĕт. Таврăн. Пурпĕрех тытаççĕ сире, персе вĕлереççĕ. — Ку сăмахсене Тарас, Васька ан ăнлантăр тесе, юриех чăвашла каларĕ. Санька чарăнса тăчĕ, юлташне чарăнма хушмарĕ; вăл, чеерехскер, вăрманти вăрттăн пурнăçра пуян ачине хăйне пăхăнтарма та пĕлнĕ. — Эх ты, Тарас! Аçта маларах вĕлереççĕ, çавна пĕлместĕн çав эс. Молокосос! Сана кзлас мар тенĕччĕ. Мана дезертир тесе хăртнăшăн калам, эппин. Сан пиччӳ крышка, капут пулнă. Çук пиччӳ. Был и нет. Пĕтĕм Хĕрлĕ Çар капут пулнă. Чапай тоже капут, был и нет. Кĕçех сире те, камунсене… Юлашкинчен Санька намăс сăмах каласа ихĕрчĕ те лашине Васька хыççăн сиктерчĕ. Тарас сасартăк вăйсăрланса кайрĕ, вăрахчен вырăнтан та хускалаймарĕ. Кăвайт патне таврăнсан, Тарас çĕрĕпе чăлăм куç хупмарĕ: «Тĕрĕс каларĕ-ши Санька е хăйне дезертир тенĕшĕн çеç вĕчĕрхенсе суйрĕчпи? Эп ăна хĕрхенее каларăм… Усал çын вăл Санька. Суйма ăста. Суйрĕ пуль. Пĕтĕм Хĕрлĕ Çар капут темен пулсан, ĕненме те пулĕччĕ. Суять». Тем те шухăшларĕ Тарас çĕр хута. Шухăшĕ вара çаплах пиччĕш тавра явăнчĕ. Пиччĕшĕ хăйпе хăçан мĕн калаçнисем, Пасарлă ялти савăк кунсем аса килеççĕ. Тарас кăшт çеç астăвать: Наполеона çĕнтернĕренпе çĕр çул тултарнă кун уяв пулчĕ. Яп-яка, вăрăм-вăрăм юпа тăррине никам та хăпараймарĕ. Рамаш хăпарчĕ, юпа тăрринчен çап-çутă пушмак илсе анчĕ. Кустăрма пек кусса çӳренĕшĕн пурçăн тутăр пачĕç. Шăна пуçланипе Тарас çĕнĕрен вут чĕртсе ячĕ, пиччĕш хăçан мĕн çырнисене йĕркипе аса илме тăрăшрĕ… Рамаш çыру çырсах тăчĕ — Лешеккине те, Чулçырмана та. Киле Тарас ячĕпе çырать: пурпĕр атте килте нумаях пурăнаймĕ тенĕ пуль çав… Оля, çыру илсен, Чулçырмана каçать. Анчах вуламасть вăл Рамаш çырăвне, хыпарсене сăмахпа çеç кĕскен каласа парать. Тарас тĕлĕнет. Çырăвĕ пысăк, темиçе листа, хыпарĕ виç сăмахран ытла мар. «Мĕн çырнă-ши пичче инке патне çавăн чул хут хуратса? Ма инке пичче çырăвне пĕтĕмпех вуламасть?» — шухăшлать Тарас. Инкĕшĕнчен çавăн пирки ыйтма хăяймасть вăл, ашшĕнчен ыйтса пăхрĕ. Ашшĕ йăл кулчĕ те: — Тата виç-тăват çултан хăвах пĕлекен пулăн ăна, — терĕ. … Хĕвĕшеççĕ, вĕреççĕ шухăшсем ача пуçĕнче, анчах ăçталла пăрăнсан та каллех дезертнрăн усал сăмахĕсене аса илтереççĕ. «Сан пиччӳ крышка, капут пулнă… » Выртмаран таврăнсанах, киле кайма шухăш тытрĕ Тарас. Тен, унта çыру килмен-ши?.. Кĕрхи каç вăрăм, çавах вртсе кая пуçларĕ вăл. Вĕчĕрхенсе, ывăнса çитнĕ ача кăшт выртса тĕлĕрес терĕ. Çук, кĕрхи хура каç иртмен иккен-ха… Шурăмпуç палăрнă çĕре Тарас вута юлашки вут-шанкă пăрахнăччĕ, çулăм çĕнĕрен ялкăша пуçланăччĕ. Çав вăхăтра ял енчен тепĕр юланут кустарса килчĕ. Вут умне çитсен тин, юланутçă хура урхамахне, сасартăк чарса, чĕвен тăратрĕ. Тарас вĕриленнĕ лаша айĕнчен аран пăрăнса ĕлкĕрчĕ. — Асăрхан, ухмах! Ачасене ан тапта! — кăшкăрчĕ вăл. — Таптамастăп, Тарас, ан хăра. Сана выртмасем тăрăх шыраса килтĕм çакăнта. Эс мана курмастăн, эп сире кăвайт çутинче пурне те курап. Ухмах тенĕшĕн таптасан та юратчĕ пуль те, юрĕ ĕнтĕ, — терĕ юланутçă; çăварлăха кăшласа тулхăракан лашана лăплантарма тăрăшрĕ. Вут çывăхĕнче хура урхамах та, шĕвĕр çĕлĕклĕ юланутçă та куçа лайăх курăнакан пулчĕç. — Илюша! Эсĕ вĕт?! — макăрса ярас пек хавасланса кăшкăрчĕ ача. — Эпĕ, Тараска, эпĕ. Атя-ха, пăрăнар аяккалла. Атту сан кавалеристсем вăрана пуçларĕç, ав, — терĕ те Илюша, хура урхамахне каялла çавăрчĕ. — Эс, мĕн, Тарас, часовой пултăн-им, тутлă ыйхă вă-хăтĕнче те çывăрмастăн? — терĕ вăл, пăртак аяккалла кайса, лаши çинчен ансан. Тарас ăна çĕрлехи юланутсĕм çинчен каласа пачĕ. Васькăпа Санька ячĕсене илтсенех, Илюша тарăхса кайрĕ. — Эх, ухмах, тăм пуç! — çилĕллĕн кăшкăрчĕ вăл. — Якалĕнче канма кирлĕ марччĕ пирĕн, сана та ирхине мар, каçранах шырамаллаччĕ. Ухмах çав эс, Чугунок! Тарас Илюшăна Санька пĕлтернĕ хăрушă хыпара та, Рамашран çыру килменни пирки те, хăй пăшăрханнипе çĕрĕпе çывăрманни çинчен те каласа пачĕ. Лешĕ вара пушшех хĕрсе кайрĕ, ачаран вăтанмасăрах, Санькăран та ирттерсе, пӳтсĕр сăмахсем каласа кăшкăрашрĕ. — Кăтартăп эп вĕсене «капут!» — чышкипе вăрман енне юнарĕ вăл юлашкинчен. Тарас, çак кăра çилĕллĕ вырăса нуçласа курна пек, тĕлĕнсе кайрĕ. Пĕлтĕр ялти пăлхав вăхăтĕнче паллашнăччĕ унпа Тарас, ун чух лайăх астуса юлчĕ пек вăл пич-чĕшĕн тусне. Пĕлтĕрхи пек мар халь Илюша, чăнах та, темле «Чугунок». Ун сасси те улшăннă. Сăнĕ темĕскер те пер каласа вăрçнă чух пăхма хăрушă. Илюша, ача кăмăлне сиснĕ пек, сасартăк лăпланчĕ. — Каçар, Тараска! Çав шакалсемпе çапăçмалла ĕнтĕ ман. Эс арçын вĕт, пысăклансах пыратăн. Пăх-ха, мана сăмса таран пулнă! — терĕ те вăл, Тараса хăй çумне туртса илчĕ. — Арçын эс, — тепĕр хут каларĕ Илюша. — Арçын пулса итле, эппин. Ольăна каламарăм, аппуна каламарăм. Хĕрарăм макăрнине тӳсме пултараймастăп. Сана каласах пулать… Чăнах та, хурлăхлă хыпар пур, анчах тӳрех калам, Рамаш пирки ним те пĕлместĕп эпĕ. Пĕтĕм Хĕрлĕ Çар пирки суять Санька. Пĕгĕм çар мар… Чапаев пĕтнĕ, унпа пĕрле дивизи штабĕ, штабран пуçне тата нумай çын пĕтнĕ. Никам та çăлăнайман, теççĕ. Тарас макăрса ямарĕ. Ун куçĕсем алчăраса кайрĕç, вăл сăмах та чĕнеймесĕр пăхса тăчĕ. Çавна курсан, Илюша хăй те хумхана пуçларĕ. — Кутяков бригади пулман Лбищенскра. Мана Рамашран çыру çукки çеç пăлхантарать. Чапаев штабĕнче пулма пултарайман вĕт пиччӳ! — Тараса çухаран тытса силлесе кăшкăрчĕ Илюша. — Штаба, политотдела куçарнăччĕ ăна, — терĕ Тарас ютшăннă сасăпа. — И-е-ех! бога-душу!.. — уласа ячĕ Чугунов. Вăл Тарас çинчен çавăнтах маиса кайрĕ пулмалла. Яштах сиксе, урхамахĕ çине утланса ларчĕ, самантранах вара Тарас çул çинче пĕчченех тăрса юлчĕ. Ял енчен тата пĕр вунă юланут килни курăнчĕ. Уттарса çеç килеççĕ. Калаçни илтĕнчĕ. — Чугунока кĕтмеллеччĕ, — терĕ пĕри. — Мĕн кĕтмелли! Çур сехетрен кĕтмесĕрех тапранăр, тесе хăварчĕ вĕт. Кустарар тӳрех Самлейне, — хистерĕ тепри. Малти хирĕç пулнă ачаран хура юланутçа пирки ыйтрĕ. Тарас сăмах калаймарĕ, алăпа сулса çеç кăтартрĕ. … Çавăнтанпах чупать Тарас. Тӳрех хир урлă. Якальне те, Куçминккана та кĕмесĕр, тахçан ашшĕ пĕчĕккĕ чух чупнă çулпа чупать. Чупать Тарас. Кăшт сывлăш çавăрса канать те татах чупать. Пĕр шухăш çеç пуçра: «Оля сасартăк пĕлсен, мĕн пулĕ!» Хăй пирки шухăшламасть Тарас. Арçын вăл! Макăрмарĕ Тарас Илюша умĕнче. Халĕ те макăрмасть вăл. Куççуль çеç хушăран капланса килет… Таркăнсен арăмĕсем Мăрзабай шухăшĕпе, кашни чĕрĕ чун тĕнчене асап курма çуралать. Этеме илес-тĕк, вăл, асап курса, чăнлăха çирĕплетет, этемлĕхе аталантарать. Христиансен тĕнне те çав сăлтавпах ырланăччĕ вăл. «Турри пур-и, çук-и, пурпĕр тĕн законĕсем этем йăхĕшĕн пархатарлă», — тесе шухăшлакалатчĕ. Назар пĕтнĕренпе шухăшсем ун пачах арăш-пирĕшленсе кайнăччĕ. Уйăхран киле таврăнсан та, ĕлĕкхи йĕре кĕрсе çитменччĕ-ха вĕсем. Çав тапхăрта Мăрзабай арăмне те хăратса пăрахрĕ, çынсене те тĕлĕнтерчĕ. Наçтук хăйĕн хуйхипе ашшĕ патне пырса кайни ун шухăшне сасартăк ĕлĕкхи карта лартрĕ. Наçтук, унăн тăван хĕрĕ, хĕрарăм тивĕçĕнчен пăрăнасшăн пулса кайнă! Амăшĕпе мар, ашшĕпе калаçрĕ çавăн пирки, мĕскĕн. Упăшкине пăрахса, ашшĕ килне таврăнасшăн пулчĕ вăл. «Хам çывăха ямастăп Санькăна, йĕрĕнетĕп», — терĕ. Çавăн чух Мăрзабай юратнă хĕрне килĕнчен хăваласа кăларчĕ. Хăй ĕнтĕ хĕрне хĕрхенсе макăрас патнех çитрĕ, çапах та урса каннă пек кăшкăрчĕ: — Пиччӳ ухмахланса пуçне хучĕ, халь эс, ухмахланса, хăвăн ятна та, аçун ятне те ярасшăн. Ирĕксĕрлемерĕм сана: хăвах килĕшрĕн. Тӳс. Ача ту. Хĕрарăм тивĕçĕнчен ан пăрăн. Ман сăмаха итлемесен, ман патра хӳтлĕх ан шыра. Хуть ялтан тухса кай, хуть шыва кайса сик! Наçтук ашшĕ килĕнчен чупса тухрĕ. Мăрзабай печчен юлсан тин макăрчĕ, хĕрне çапла ятланăшăн пурпĕрех ӳкĕнмерĕ. Укĕнмелли кайран пулчĕ… Наçтук çавăнтанпа ашшĕ килне пачах çӳреми пулчĕ. Упăшкин килĕ те ют уншăн, упăшки хăй те ют çын. Аçта кайса кĕрес?! Чăнах та, шыва сикесси кăна юлчĕ. «Атте тӳсме хушать. Кĕтери те упăшкине юратмасăрах тӳсет», — шухăшла пуçларĕ Наçтук. Вара, ача тусан, упăшки улшăнасса та шана пуçларĕ… Упăшкисене Хĕрлĕ Çара чĕнтернĕ вăхăтра Кĕтери ачаллăччĕ ĕнтĕ, Наçтук йывăр çынччĕ. Анчах вĕсем, ытти çамрăк хĕрарăмсемпе пĕрле, упăшкисене, куççуль юхтарса, кĕпер урлă ăсатса ямарĕç. Санькăпа Зар Ехим пĕлтĕрхи пекех сасартăк çухалчĕç. Кĕтери, ачине йăтса, Наçтук патне ухмах упăшкине шыраса пычĕ. Чăлах лавккаçă хăйсен хушшинче вăрттăн калаçма памарĕ вĕсене. — Санька хулана вырăссемпе пĕрле маларах кайрĕ. Сан упăшку та юлташĕсенчен юлмарĕ пуль, — терĕ. — Санька сирĕн чее. Ман упăшкам ухмах. Вĕсем пĕрле кайнипе ырри пулас çук, — кулянчĕ Кĕтери. Кĕçех ялта «таркăн» сăмах сарăлчĕ. Пĕлтĕр çамрăксем ялĕпе вăрмана тарса та çав сăмаха илтсе хур курмарĕç. Чехсемпе учредиловка влаçне йышăнмарĕ халăх, мобилизацие хирĕç ялĕпе тăрса пăлхаичĕ. Халь Совет влаçне законлă власть, хамăр власть тесе йышăнчĕç, çавăнпа мобилизацирен пăрăнакансене тӳрех «таркăн», «дезертир» тесе хăртрĕç. Кĕтери çак намăслă-хурлă сăмаха пачах та йышăнмарĕ. — Намăсĕ Ехимĕн хĕрлемес пуçĕ çине ӳктĕр, уншăн эп айăплă мар. Тульккĕш хăй килсе ан кĕтĕр, тукмакпа пуçне çапса çурап, — терĕ. Наçтук урăхла йышăнчĕ ку сăмаха. «Таркăн арăмĕ. Таркăн арăмĕ!» тесе, хăйне хăй асаплантарса пĕтерчĕ. «Власть тăшманĕ пул, Назар пек хаяр офицер пул, анчах таркăн ан пул, хăравçă ан пул», — тенĕччĕ вăл пĕррехинче Санькăна. Лешĕ хăлхана та чикмерĕ. Тен, пустуя калаççĕ пуль? Халăх сăмахĕ те яланах чăн пулмасть. Тен, Санька хĕрлисенчен тарса, шуррисем майлă çапăçать пуль?» Ырă кăмăллă çын, вăйлă çын пулсан, тĕнчери ырлăхшăн кĕрешет вăл. Вăйсăрри çак ырлăха ĕмĕтре тума тăрăшать, тĕнчере çуккине пур пек туса, хăйне хăй улталать. Пурнăç хĕрхенмест ун пек айвана, вăхăт çитсен, ун куçне уçатех. Куçне уçать те — хăйне çапса хуçать. Тĕп-тĕрĕс хыпар çукран Наçтукăн суя ĕмĕчĕ те сӳнсех ларманччĕ. «Санька, тен… » текелесе, тем ĕмĕтленетчĕ, йăпанатчĕ-ха вăл. Упăшкине ĕмĕтре «таркăн» мар, вăйлăрах çын тума тăрăшатчĕ, мĕскĕн… Тĕп-тĕрĕс хыпара Праски Самлейрен илсе килнĕ. Яла таврăнсан, вăл тӳрех Кĕтери патне хашкаса чупса пычĕ. — Сан упăшкуна пула аппан хĕрачине тытамак чирĕ ерчĕ, — терĕ вăл малтан. Вара йĕркипе каласа пама пуçларĕ: — Аппасем урам вĕçĕнче, вăрман çумĕнче пурăнаççĕ. Пĕррехинче аппапа йысна вăрмана вутă касма кайнă, çичĕ çулхи хĕрачине кӳршĕ хĕрĕпе килте хăварнă. Çавăнта вăрмантан виçĕ таркăн пырса кĕнĕ. Пĕри аппа хĕрачине нӳхреп тĕлне кăтартма хушнă, иккĕшĕ кӳршĕ хĕрачине пусмарлама тытăннă. Çав вăхăтра таçтан Чугуновсем пырса тухнă. Икĕ таркăнне тытса килкартинчех персе вĕлернĕ, Улька аппа хĕрачи çавсене пенĕ чух нӳхреп лаççинче пулнă, хăранипе çавăнтах тăнсăр пулса ӳкнĕ. Халь тытамак тытать ăна. Тытман чух та, мĕскĕн, аташса калаçкалать… Кĕтери малтан Праски сăмахне ĕненсех те çитмерĕ. Ана куçран пăхса: — Суймастăн-и, Праски? Эс тепĕр чух ай-ай лайăх тыттаран, — терĕ. — Тупата туршăн, суймастăп, — ĕнентерме тăрăшрĕ. Праски, — çын сăмахĕ кăна мар, хам куçпа куртăм. Таркăнсене пытарнă çĕре шăпах Самлее пырса çитсеттĕм. Санькăна палларăм та. Тепри Лешекки вырăсĕ пулмалла. Вĕсене йĕрлекенни те лешеккисем, Чугунов, терĕç. Улька тăнсăр выртнине çынсем часах асăрхайман. Нӳхреприне те куракан пулман, вăл тахăш вăхăтра тухса тарнă. Кӳршĕ хĕрĕ хăй те малтан чĕлхе çухатнă, кайран тин калаçа пуçларĕ. Çав каланă тăрăх, виççĕмĕшĕ Зар Ехим терĕм. Улька та унăн хĕрлемес пуçне асăнать… — Çав пулмасăр, кам пултăр, — хăех Праские шантарса каларĕ халь Кĕтери. — Пĕлтĕр тĕпсакайĕнче вилĕмрен хăтăлнă, халь нӳхрепре. Ана та персе вĕлернĕ пулсан, хăнк та тумăттăм. Вăрманта пĕччен юлса йăлтах этем тĕсне çухатĕ. Хăй пĕччен ним тума та юрăхсăр çын вăл. Çуралаççĕ вĕт çавăн пек ухмахсем çут тĕнчене, авланаççĕ тата… Кĕтери Наçтук патне чупрĕ. Килкартине кĕрсенех, хуçапа тĕл пулчĕ. — Кин патне килтĕн пуль. Чирлĕрех-ха вăл. Ана халь кансĕрлемесен те пырĕччĕ, — текелесе, Кĕтери çулне пӳлсе тăчĕ Смоляков. Кĕтери хуçаран хăрамарĕ. — Сан патна мар! Пăрăн çул çнчен, эсремет. Ывăлна хăвах вĕлертĕн. Ман упăшкана та эсир пĕтертĕр. Халь Наçтук чунне кăларатăр ĕнтĕ, — вырăса куçран пăхса ăшалантарчĕ вăл. Кирлĕ чухне чăвашла тă чухлать чăлах лавккаçă. Вăл темшĕн хаярланса кайнă çамрăк хĕрарăма çул пачĕ, хăй çавăнтах хытă пăшăрханса ӳкрĕ: «Санькăсем пирки хыпар илтмен-ши? Ыйтмаллаччĕ иккен… » Смоляков вара Кĕтери пӳртрен тухасса кĕтсе тăчĕ. — Тархасшăн кала, Кĕтери, ху мĕн пĕлнине. Мĕн, хыпар пур-им? — йăлăнчĕ вăл, Кĕтери пӳртрен тухсан. Лешĕ, хирĕç чĕнмесер тухса каяс тесе, ĕнтĕ хапха патнех çитнĕччĕ, çапах та чарăнса тăчĕ. — Хыпар пĕлме Самлейне кай. Эп хам куçпа курман. Дезертирсене пурне те персе вĕлернĕ, теççĕ çынсем. «Ма çилленет вăл мана? — тĕлĕнсе тăрса юлчĕ вырăс, çавăнтах тата хăйне лăплантарма тăрăшрĕ: — Суя хыпар пуль. Кинрен ыйтса пĕлес». Пӳрте кĕрсен, Наçтук пӳлĕмĕ патĕнче чарăнса, итлесе тăчĕ. Унта шăпах. Тен, нимех те пулман пуль-ха. Ывăлне вăрмана тарма ӳкĕтлемерĕ Смоляков, çавах ун шухăшне пĕлетчĕ. Пĕлетчĕ те шарламастчĕ. Çавăнпа вăл çамрăк хĕрарăмсем умĕнче хăйне айăплă пек туя пуçларĕ. Кинĕ патне кĕме хăрарĕ вăл, арăмне кĕме хушрĕ. — Темскер çырать, ман çине çаврăнса та пăхмарĕ, — терĕ лешĕ, пӳлĕмрен чĕрне вĕççĕн тухса. Наçтук пӳлĕмрен тухасса пĕр-ик сехет те кĕтрĕ пулĕ пăшăрханса ӳкнĕ кил хуçи. Ларсан-ларсан, вăл малти пӳлĕмре хуллен йынăшнине илтрĕ. Унтан пӳлĕмри хĕрарăм çĕр çурса çухăрни урама та илтĕнчĕ. Мăнтăр майра пӳрте хыпаланса чупса кĕчĕ. — Ай, турăçăм! Пирĕн кин вăхăтсăр çăмăлланма пуçланă, — терĕ те вăл, упăшкине тĕртсе кăларса ячĕ… Агитпроп пулса нумаях ĕçлеймерĕ Трашук укомра. Губкомран хут килчĕ: ăна Самара чĕнеççĕ. Воробьев тата уйрăм çыру та çырнă Трашук патпе: «Октябрь тĕлне каллех шкул уçатпăр. Хĕлле, мĕн тесен те, вăрçă шăпланать е пĕтсех ларĕ. Деникин Орелиа Воронеж таврашĕнче лакса ларчĕ. Хĕрлĕ Çар ăна каялла хĕсе пуçларĕ. Эс вăхăтлăха шкул пуçлăхĕ пулăн. Çын тупăнсан, вара сана каярахпа Мускава вĕренме ярăпăр. Тăван ялпа хуларан пĕ-тĕмпех хăпса кил, каялла часах таврăнаймăн. Ĕçӳсене майлаштарма эрне срок паратăп… Халь сухална, йăлăхтарчĕ пулсан, хырма та пултаратăн. Уссине хăвар. Çынна мăнаçлăрах кăтартать вăл… » «Тĕлĕнмелле çын çав Иван Васильевич. Ĕç пирки çырнă вăхăтрах шӳт тумалли те тупать», — шухăшларĕ Трашук. Хăй çапах та учитель сăмахне итлерĕ. Тук кĕперĕ урлă каçсан, Трашук лавие каялла ячĕ. Çывăхрах масар. Вăл ашшĕ тăприне кĕрсе курма шутларĕ. Çакăнта, пĕр кĕтмен çĕртен, Мăрзабай тĕл пулчĕ; леш пĕччен çĕн тăпра, çĕнĕ хĕрес умĕнче пуçне чиксе тăратчĕ. «Арăмне пытарнă-ши, мĕскĕн? Епле хуйхăрать? Арăмĕшĕнех Павел Алексеевич çав тери çунасса шухăшламанччĕ эп. Юратмастчĕ вĕт вăл Укахви инкене». Çапла шухăшласа, Трашук Мăрзабайпа юнашар пырса тăчĕ. Леш йăшăлтатмарĕ. Трашук та вара хуйха путнă çынна сăмах чĕнмерĕ. Вăл хĕрес юпи çинчи çыруллă хăма татăкие асăрхарĕ. «Агафья» çырман-ха унта. «Анаста… » Нумай пулмасть ĕмĕрлĕхех куç хупнă çамрăк хĕрарăм ячĕ йĕкĕт чĕрине çиçĕм çиçнĕ пек пырса çурчĕ. Трашук, аманнă мулкач сассипе: — Наçтук-и! — тесе йынăшса ячĕ. Хуйхăпа чунĕ кӳтсе çитиĕ старик хускалса илчĕ, васкамасăр, Трашук енне çаврăнса пăхрĕ. — Ĕлкĕреймерĕн, ачам! — терĕ вăл, йывăррăн сывласа. — Халь пирĕн килте ăна ют çынсем асăнаççĕ. Эпĕ каймарăм. Кивĕ йăлапа апат çисе, эрех ĕçсе асăнма пулта-раймастăп. Эсĕ те ан кай унта. Хăй вилес умĕн пире иксĕмĕре çеç асăннă вăл. Çыру çырса хăварнă, ярса ĕлкĕреймен… Пуçелĕк айĕнче тупрăм… Мăрзабай кĕсйинчен хут кăларчĕ те Трашука тыттарчĕ, хăй: «Ăш çунать, хĕрлĕçыр шывне кайса сçем-ха», — тесе, масар урлă таçталла утрĕ. Трашук пĕччен тăрса юлчĕ. «Леш тĕнчерен» килнĕ çырăва уçса вулама темшĕн васкамарĕ Трашук. Наçтук тăпра айĕнче выртнине унăн пĕртте ĕненес килмест. Ун куçĕ умĕнчен чĕрĕ Наçтук каймасть… Венчете тăма шурă платье тăхăннă, сăнĕ салхуллă, куçĕ хупă. Куçна уçсамччĕ, Наçтук! Пĕр сăмах та пулин кала, «Трашук мучи» тесе куллуна янăрат. Çук, Наçтукăн тути кулмасть, куçĕ уçăлмасть… Трашука çавăнтах тепĕр Наçтук аса килет — ача чухнехи. Ку кулать, калаçать, анчах куçран пăхмасть. Пуçне аяккалла пăрса: «Тупрăн та, — тет. — Кусене ваттисем вулаççĕ. Юрĕ, эппин, Трашук мучи, вула. Тен, ман атте пек, ăслă пулса кайăн. Тулĕк асту, ухмаха ан ер!» «Вула та ухмаха ан ер!» Çак сăмахсене ăшра çине-çине каласа, аллинчи çырăва çаплах вуламарĕ Трашук, çул çине тухса, ерипен кĕпер еннелле утрĕ. Ухмаха ермесен те, аташа пуçларĕ пуль Трашук. Тук кĕперĕ патне çитсен, Лешеккине кайма тухнă çын пек, темшĕн кĕпер çине хăпарчĕ. Кĕпер варрине çитсен тин чарăнса тăчĕ, карлăк çине пырса уртăнчĕ. Шыв юхать те юхать. Миçе çул, миçе пин çул Тук шывĕ ялан пĕр еннелле — тухăçран анăçалла — юхса выртать-ши? Кунĕн-çĕрĕн, кашни самант юхать шыв. Этемĕн пурнăçĕ те çавăн пек мар-и? Тухăçран анăçалла юхать, кунĕн-çĕрĕн пĕр чарăнмасăр юхать. Юхса кайни каялла таврăнмасть. Ачалăх юхса кайрĕ, çамрăклăх юхса иртет. Шыв пек… Çук çав, этем ĕмĕрне юханшывиа танлаштарма килмест. Юханшыв мĕн чул юхса та иксĕлмест, этем ĕмĕрĕ юхса пĕтет. Наçтук ĕмĕрĕ те сасартăк татăлчĕ ав. Çав ĕмĕр татăлнипе Трашукшăн Тук шывĕ тиисе ларнă пек, ял чунсăр юлнă пек туйăнчĕ… Кĕпер çинче те вуламарĕ Трашук Наçтук çырăвне, хул урлă çакнă сăран хутаçа чикрĕ. «Вула та — ухмаха ан ер!» Çак шухăш Трашука киле çитсе кăшт пусăрăнсан та чарса тăчĕ. Ма çырнă, мĕн тесе çырнă-ши Наçтук хăйĕн çырăвне? Хăçан çырнă? Мăрзабай: «Вилес умĕн», — терĕ. Хăй вилессе ăçтан пĕлнĕ вăл? Хăйне хăй вĕлермен вĕт. Мăрзабай ним те каламарĕ, яла кĕрсен, çынсем каларĕç: вăхăтсăр ача туса вилнĕ, терĕç… Çапах та уçрĕ Трашук çырăва: «Трашук, эп сана, тен, кураймăп урăх. Тен, чăнахах кураймăп сана. Çавăнпа çеç çырас терĕм. Эсĕ мана юратнă пĕртен-пĕр çын. Ху юратнине ялтан тухса каяс умĕн тин каларăн. Маларах каланă пулсан, тем пулĕччĕ, пĕлместĕп. Эп хам, тӳрех калам, никама та юратса курманччĕ. Мана ирĕксĕр качча пачĕç тесе калама пултараймастăп, эп хамах ним шухăшламасăр килĕшрĕм. Кайран упăшкана юратма тăрăшрăм… Ман пурнăçăм пуçланичченех çĕмĕрĕлнĕ иккен. Ана нимпе те тӳрлетеймĕн ĕнтĕ. Халь кăна Кĕтери килсе кайрĕ. Пирĕн таркăн упăшкасене персе вĕлернĕ, терĕ вăл. Таркăн арăмĕ пулса пурнассăм та килмест, халех хам çине алă хурăттăм, анчах хампа пĕрле тепĕр чуна пĕтерме пултараймастăп… Эсĕ сăваплă çын, Трашук. Тав сана, Трашук, мана юратнăшăн. Санран урăх мана çут тĕнчере никам та юратман-тăр. Эп хам юратнисем те мана юратман, ман ĕмĕре пăсрĕç вĕсем, мана качча пачĕç те манчĕç ман çинчен… Юрĕ, эп сана ун пирки çырасшăн мар-ха. Эс сăваплă çын, Трашук. Самани те сан майлă халь. Чунтан-вартан сунатăп: телейлĕ пул. Кĕтери сана мĕн ачаран юратать. Тен, çавăншăнах эп сан пирки хĕр чухне пĕрре те шухăшламанччĕ, Кĕтери каччи тесе шутлама хăнăхнăччĕ, кайран Кулине каччи тесе кăшт тăрăхланăччĕ. Уншăн каçар. Сана никам та Кĕтери пек юратас çук. Халь хăвăн кăмăлу мĕнле пулсан та, Кĕтерипе телейлĕ пулăн эс. Чĕрепе сисетĕп çавна. Эпĕ те хама юратнă çынпа телейлĕ пулăттăм. Çук, çут тĕнчене йăнăшпа çуралнă эп, йышăнмарĕ вăл мана… Атте-аннене сана шаннă пек шанмастăп. Манран ача тăлăха юлсан, ан ман, ан пăрах çав тăлăха. Эс çĕнĕ самана çынни, вăл Санька пек мар, сан пек пултăрччĕ. Кĕтери те сăваплă çын. Эс мана юратнине пĕлсе тăнă вăл. Çапах манран сивĕнмерĕ. Санран пуçне мана Кĕтери çеç юратнă. Иксĕр пĕрлешсен, ман тăпра çине чечек çыххи пырса хурăр. Эпĕ леш тĕнчере те пулин савăнăп вара». Çырăвне конверт ăшнех чиксе хатĕрленĕ Наçтук, адресне шкул ачи пек кăшт айванрах çырнă, хула ятне кăтартнă хыççăн: «Уездный райком, Петрову Трофиму Михайловичу», тенĕ. Тем пирки те шухăшлаттаракан çыру пулчĕ-ха ку вăл. Трашукăн хурланчăк кăмăлне пумилккерен таврăннă амăшĕ пӳрте кĕрсенех сисрĕ. Калаçни пулмарĕ вĕсен паян. Трашук е кĕтесрен кĕтесе утса çӳрерĕ, е вырăн çинче куçне хупса выртрĕ. Çывăрасса вара кăнтăрла мар, çĕрле те канăçлăн çывăраймарĕ. … Кĕтерие юриех курма шутламанччĕ Трашук. Анчах лешĕ хăех мĕн кирлине шутласа хунă пулмалла. Паллакан сасă малтан Трашук амăшне чĕнсе кăларчĕ, каярахпа пӳрте Кĕтери хăй пырса кĕчĕ. Пĕрне-пĕри каллех тĕлĕнсе палларĕç вĕсем. Трашукăн хальхи сăнĕ те хăратмарĕ Кĕтерие, килĕшрĕ. Тепĕр чух çавах та кулĕччĕ вăл, уссиллĕ йĕкĕте тăрăхласа пĕтерĕччĕ. Халь кулас-ихĕрес кăмăл пулмарĕ Кĕтерин. Çавăнпа ун сăнĕ те çĕнĕлле курăнчĕ Трашук куçне. Алăк хыçĕнче ун сассине илтсен, Трашук ирĕксĕрех халăх сăмахне аса илчĕ. «Пӳрни пӳрт хыçнех килчĕ-шим?!» — шухăшларĕ вăл. Кĕтери ихĕрмерĕ паян, Смоляковсене, Мăрзабайсене вăрçрĕ, пĕрмай Наçтук пирки калаçрĕ. — Наçтук ачине Мăрзабай мучи хăй усрама илчĕ, — терĕ вăл, Трашук ача пирки ыйтсан. — Ун телейне, эп хам кăкăр пăрахтарманччĕ-ха. Тахçанах пăрахтармаллаччĕ, Наçтук та ятлатчĕ. «Эс, мĕн, çиччĕ тултаричченех ĕмĕртесшĕн-им»? тесе тăрăхлатчĕ. Халь ман сĕт ун ачи валли шăпах кирлĕ пулчĕ акă. Наçтук ачине ман патра хăварма аран килĕшрĕ йӳтенĕ Мăрзабай. Ухмаха ере пуçланă сан «ырă хуçу». Эп пулмасан, ачине выçă вĕлеретчĕ вăл. Карчăкĕпе Кулинене шанмасть, хам пăхса ӳстереп, тет. «Наçтукăн юлашки сăмахне пĕлнĕ пекех хăтланать Кĕтери, — шухăшларĕ Трашук лешĕ калаçнă хушăра. — Акамĕн кăмăлне манран лайăхрах пĕлнĕ çав Наçтук. Ун çырăвне кăтартас мар-ши ăна? Çук, тăхтас-ха. Малтан лайăхрах шухăшласа пăхас. Васкама кирлĕ мар». Кĕтери çав вăхăтра сăмаха урăх енне пăрчĕ. — Таркăнсем пирки хыпар эс манран лайăхрах пĕлетĕн пуль, — терĕ вăл. — Зар Ехим таврăнсан та, унпа пурăнмастăп. Таврăнаяс та çук вăл. Хальччен выçă вилнĕ пуль, мĕскĕн, е вăрманта пĕр-пĕр лачакара пĕтнĕ пуль. — Ун пирки хыпар çук çав, — терĕ Трашук. — Дезертирсене пурне те тенĕ пек тытса пĕтернĕ, хăшне, парăн-маннисене, хире-хирĕç перкелешнĕ чух вĕлернĕ. Тытнисем хушшинче те, вилнисем хушшинче те Ехим пулман. Юлашки хыпарсене пĕлместĕп. Чугунов отрячĕ хулана таврăнманччĕ-ха. Пăртак сăмах чĕнмесĕр ларчĕç. Кĕтерин вут-хĕмлĕ куçĕсем Трашука çунтарма пăхрĕç, йĕкĕчĕ вут-хĕм айне лекесшĕн пулмарĕ, куçне айккинелле пăрчĕ. Кĕтери тӳсеймерĕ вара, тарăхса: — Ан хăра, ухмах! Сана урăх пĕр сăмах та калассăм çук. Мĕн калассине тахçанах каланă. Мĕнле килнĕ çапла каях! — терĕ те, пӳртрен чупса тухрĕ. Трашук: «Чим-ха, Кĕтери, çаврăн каялла!» — тесе кăшкăрасшăнччĕ, хăй çавах çăвар уçмарĕ, вырăнтан та хускалмарĕ. Курăкхăвине çити çуран каяс терĕ Трашук — масар урлă, çӳллĕ кĕпер урлă. Курăкхăвинче чарăнса тăмалла-ха ун, Çимунпа Анука курмалла. Икĕ çыру пĕрле чĕркесе амăшне парса хăварчĕ вăл. — Кĕтери килсе ман пирки ыйтсан, çак хутсене пар, — терĕ. — Хăй килмесен, кайса парас-и? — ыйтрĕ амăшĕ. — Килмесен, ан пар. Хам таврăниччен усра. Трашук Наçтук тăпри патне те çитейменччĕ пуль, Кĕтери Сăпани инкĕшĕ патне чупса та пычĕ: — Кайрĕ-им?! — Кайрĕ. Сан валли хут хăварчĕ. Малтан Кĕтери, йĕре-йĕре, Наçтук çырăвне вуларĕ, унтан Трашук çырăвне тытрĕ. Каччă питĕ кĕскен çырнă: «Тĕрĕс, Кĕтери, сăмах урăх кирлĕ мар, вăхăт кирлĕ. Халь пурпĕрех Наçтук тăпри çине кайса хума чечек çук. Çуркунне кайса хурăпăр. Унччен, кăмăлу улшăнмасан — кĕт! Эпĕ те хама хам лайăхрах тĕрĕслем. Саншăн тунсăх-ласан, Хĕрлĕçыр кукрине чечек татма таврăнăп». — Ухмах! — терĕ Кĕтери пĕлтĕр-виçĕмçулхи пекех, Трашук çырăвне вуласа тухнă хыççăн. Анчах урăх сасăпа каларĕ, кăкăртан тухакан ăшă сасăпа. Сăпани кӳренмерĕ ывăлне çапла хурланăшăн. Вăл, ним илтмĕш-курмăш пулса, кăмака кукринче мĕшĕлтетрĕ. Мăрзабай «пуянран тухнă» кун Эрех-кăмăшка куллен ĕçсе те, пĕчченлĕх хӳми хӳттине пытанса та, самана çил-тăвăлне ирттерсе яраймарĕ Мăрзабай. Юлашкинчен кĕтмен енчен килсе туларĕ ăна самана çилĕ. Вара унăн «шанчăклă» хӳми те ишĕлчĕ-ишĕлчех… Виçĕ ача пăхса ӳстерчĕ Мăрзабай: пĕр ывăл, икĕ хĕр. Тата шăллĕн ывăлне çитĕнтерчĕ вăл. Тăваттăшĕ те Мăрзабайран тăватă еннелле катăлса ӳкрĕç. Кашни ун чĕрине ыраттарса хăварчĕ. Çимунпа Назар тĕрлĕ енне ӳкнĕшĕн Мăрзабай ним чухлĕ те айăплă мар. Самани айăплă. Наçтук вилнĕшĕн самани те, хĕрарăм шăпи те айăплă. Анчах Мăрзабай уншăн хăйне хăй ытларах айăплать, Наçтук çырăвĕ асран каймасть: «Эх, аттĕçĕм, атте! Сана эпĕ пуринчен ытла юрататтăмччĕ, хисеплеттĕмччĕ. Санпа аннепе калаçманнине калаçрăм. Илтмерĕн ман сăмаха, ман умра чĕрӳн хапхине питĕртĕн, кĕме пĕчĕк алăк та хăвармарăн. Аçта кайса кĕрес ĕнтĕ ман? Тăван кил, тăван çын çук маншăн ниçта та. Сан сăмахна итлесе, йывăр çын пулса юлтăм. Çуралман ачан ашшĕ усал туса вилнĕ. Епле пурăнас?! Тӳсме хушса, хĕрарăмăн юлашки ирĕкне хупласа лартрăн. «Шыва сик», тени сан юлашки сăмаху пулчĕ… » Çак тĕле çитет те малаллла вулаймасть Мăрзабай юратнă хĕрĕн çырăвне. Наçтук сăмахне те, Анук сăмахне те итлемерĕ Мăрзабай. Ял çинчи ырă ята çĕртес мар. тесе, халăх сăмахĕнчен хăраса, качча панă хĕрне каялла йышăнмарĕ. Мулла Анукĕн пĕлтĕрхи сăмахĕсем аса килеççĕ халь ăна: «Ваттисем каланă та вилсе пĕтнĕ. Çамрăккисен пурнас пулать халь… Ваттисем пирĕн пурнăçа курман. Вĕсен сăмахĕпе кăна пурăнма килмест пире». Ашшĕ пекех ăслă Мулла Хрулкки хĕрĕ. Самана ăсĕпе ăслă вĕсем. Мăрзабай вара ваттисен ăсĕпе çеç, иртнĕ-пĕтнĕ пурнăç ăсĕпе пурăнма тăрăшатчĕ… Наçтука пытарнă хыççăн ик-виçĕ эрнерен Мăрзабай кăштах тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Ана пурнăç йĕркисем те урăхла курăна пуçларĕç. Тĕнче хăяккăн йăванса выртман, тепĕр май çаврăнса тăнă иккен. Çавна унчченех сисе пуçланăччĕ-ха Мăрзабай, анчах тĕнче ăна пуçхĕрлĕ çаврăнса тăнă пек туйăнатчĕ. Тен, вăл ĕлĕк пуçхĕрлĕ пулнă пуль? Мĕн тесен те, саманан йĕркине, тути-масине хăйне май ăнлана пуçларĕ Мăрзабай. «Шурри хуралчĕ, кайри мала тухрĕ», — терĕ. Чăнах та çапла мар-ши? Турă пурччĕ, халь вăл çук акă. Трашук тарçăччĕ, халь вăл комиссар. Мăрзабай хуçаччĕ, халь вăл хăй тарçа пек: ĕçлет, тырă акса ӳстерет, ăна укçасăрах хулана леçсе парать. Çимун тăванччĕ, халь вăл ют. Мирски Тимук Мăрзабайăн чи шанчăклă тарçиччĕ, халь вăл… Халь вăл мĕн, хуçашăн кам пулса тăнине паян тин курĕ-ха. Тимук ăс-халне хальччен никам та тĕрĕслесе курман. Мăрзабай, ăна пĕр вăхăтра ял çине кăларса, ун урлă Со-вет ĕçĕсене пĕлсе тăма шухăш тытнăччĕ. Тимук, хуçа ирĕкĕнчен тухса, темскер вăрттăн хăтланчĕ. Çавна курсан, хуçа унран пачах сивĕнчĕ. Пĕлтĕртенпе Мăрзабай тарçă тытми пулчĕ. Мĕне кирлĕ? Хуçалăхшăн мĕн чул тăрăшсан та, ишĕлсех пырать вăл. Власть тени пуянсене пĕтерсе чухăнсене аталантарасшăн. Мăрзабайсен тивĕçне йышăнмарĕ çĕнĕ власть. Хăтланччăр! Мăрзабай та вăтам хресчен картĕнчен иртмесĕр хăйне кирлĕ таран çех тырă акса пурăнма пултарать. Çав шухăшпа вăл кăçал Хăмăшла таврашĕнче çеç тырă акрĕ. Пурăнма та çемйипех çавăнта куçма шутлать. Тимука та тек тарçăра тытмĕччĕ Мăрзабай, ăна тӳпе парсах кăларса ярĕччĕ, анчах Укахви килĕшмест. Тимукĕ хăй те ниçта каясшăн мар. Тимук ăс-халне Мăрзабай пĕлмест çав. Тимукĕ Мăрзабай хуçалăхĕ пирки хуçаран та ытларах çунать-мĕн. Кăмăлпа темле кулакран та кулакрах вăл. Ахальтен мар, Хаяр Макарпа пĕрлешсе, Колчак патне хуçа укçине шы-рама кайрĕ. Тĕрмерен таврăнсан та, Мăрзабай пурлăхĕшĕн хуçаран ытларах тăрăшрĕ Тимук, молотилкăпа çын валли авăн çапса, хуçа акса ӳстернинчен те ытларах тырă пухрĕ. Хуçашăн мар, хăйшĕн тăрăшрĕ Тимук, лара-тăра пĕлмерĕ. Хуçалăх малашлăхĕ пирки Мăрзабай пек иккĕленмест вăл. Ял пуянне нимле революци те пĕтерес çук. Хресчен хушшинче пĕртанлăх нихçан та пулмасть вăл. Кашнин, калăпăр, пĕр лаша, пĕр ĕне, пĕр теçеттин çĕр пултăр. Лаши те, çĕрĕ те тĕрлĕ пулать. Çынни тесен, вăл тата ăраснарах: пĕри ĕçчен, тепри наян, пĕри ăслă, тепри ай-ван. Пасара кайеан та, кашниех хăйне хăй тĕрлĕрен тыткалать. Пĕри йӳнеçтерет, тепри йӳнеçтерме мар, кĕсъери укçине те çухатса хăварать… Власть пуянсене хĕсни ĕмĕр çапла пулмасть вăл. Вăрçă пĕтсенех, пурнăç хăй картне ларать. Ял пуянĕ çĕнĕрен саркаланать вара. Мирски Тимука калаçтарсан, çапла сăмахлĕччĕ вăл, Анчах ку тискере калаçтарма пĕлекен çын тĕнчере çуралман-ха. Ун варлă тусĕсем те — Смоляковпа Хаяр Макар — Тимук шухăшне пĕлмеççĕ. Мăрзабай пачах пĕлмест. Малтан Мирски Тимук Назартан хăраса тăчĕ. Назарĕ çавах та тăрăичĕ. Каярахиа, шуррисем çĕнĕрен çывхара пуçласан, Тимук татах тăхтарĕ. Кивĕ власть таврăнсан, хуçа каллех вăй илĕ те хăйĕн намăссăр тарçине тем туса хурĕ. Хĕрлисем çĕнтерччĕрех ĕнтĕ. Вара, мĕн пулсан та, Совет влаçĕ батрака хӳтĕлетех… Çапларах шухăшласа, çуркуннеччен кĕтес, терĕ Тимук. Çуркунне, юлташĕсемпе пĕрле пăртак йăнăшса, тĕрмене лекрĕ. Кĕр енне тĕрмерен тухса яла таврăнсан, Тимук хыпалансах ĕçе тытăнчĕ. Шăпах вăхăт çитнĕ. Хуçа хăй килте пурăнмасть. Совет влаçĕ, мĕн тесен те, тепĕр çулталăка пырать-ха. Çулталăк хушшинче тем те тума пулать. Еçсем юриех тенĕ пек Мирски Тимукăн ĕмĕтсĕр кăмăлне майлă пулса пычĕç. Наçтук сасартăк вилсе кайни те Тимук кĕтнĕ куна çывхартрĕ, ăна юлашки утăм тума пулăшрĕ. Хуйхăпа анранă хуçан ирĕкне пĕр сăмахпах çапса хуçас терĕ Тимук. Касански кунĕ çитсен, кăвак сатин кĕие тăхăнса, пуçне елей сĕрсе, хуçа чĕнмесĕрех кĕчĕ Тимук шалти пӳлĕме. Кулинепе амăшĕ праçникле тумланма хăрарĕç. Мĕн тесен те, Наçтук вилнĕренпе уйăх та иртмен-ха. Укахви тулти пӳртре ирхи апат хатĕрлеме пуçларĕ, Кулине алăк хăлăпне тытса чĕтресе тăрать. Шалти пӳртре ашшĕ кăшкăрма тытăнсанах, тухса тарать вăл. Укахви тарма шухăшламасть, Кулине телейĕшĕн йӳтенĕ упăшкипе çапăçма та хатĕр. Тен, çавăнпа вăл çатма аврине алăран ямарĕ. Пĕр вунă минут та иртрĕ ĕнтĕ Тимук шалти пӳлĕме кĕнĕренпе. Кăшкăрашни илтĕнмест. Кулине хăюланса çитрĕ, шалти пӳрт алăкĕ патне пырса итлеме пикенчĕ. Амăшĕ ăна çатма аврипе юнаса хăваласа ячĕ. Кулине ашшĕ кăшкăрасран хăранăччĕ. Халь Укахви шалти пӳртре ним сасă илтĕнменрен хăраса ӳкрĕ. Вăтăр çул хушшинче упăшкине лайăх пĕлекен пулнă ĕнтĕ вăл. Ытла хытă кӳренсе вĕчĕрхенсен, кăшкăрмасть Мăрзабай. Эрне хушши никампа сăмах чĕнмест. Пĕлтĕрхи пек, «пусап!» тесе кăшкăринччĕ, иçмасса. Мăрзабай кăшкармарĕ. Тата кăшт вăхăт иртсен, алăк уçăлчĕ. Кил хуçи инçе çула кайма хатĕрленнĕ çын пек ăшă тумланнă. Тулти пӳртре никам çине пăхмарĕ, сăмах чĕнмерĕ. Хуçа тула тухсан, хĕрарăмсем, шалти пӳрте кĕрсе, хăйшĕн хăй евчĕ пулнă качча хупăрларĕç: — Мĕн каларĕ? Ма кăшкăрмарĕ? Аçта кайма хатĕрленчĕ? — Чимĕр-ха, чимĕр! Сирĕнсĕр те анранă сурăх пек анраса кайрăм, — кăчăртатрĕ Тимук, вырăнтан хускалмасăр. Укахви вĕтеленсе ӳкрĕ, çенĕке васкарĕ, килкарти енчи алăка кăшт çеç уçса сăна пуçларĕ. — Мĕн терĕ çапах та? Эс пирĕн хушăмăрта мĕн пулнине пĕтĕмпех каламарăн пуль-ха?! — пăшăрханса тĕпчерĕ Кулине. Тимук çумĕнчи хĕре çилĕпе тĕртсе ячĕ. — Ухмах! — кăшкăрчĕ вăл. — Мĕн пулнине мар, мĕн пулманнине те каларăм. Кулине хырăмĕнче манран ача юлчĕ, терĕм. Çапла хăратмасăр сан йӳтенĕ аçупа килĕштереймĕн. «Кулине каччи мар эс, Укахви каччи», терĕ вăл малтан. Эп ача пирки асăнсан, шăлне çыртрĕ вара. Çенĕкрен таврăннă Укахви Тимукăн юлашки сăмахĕсене илтсе юлчĕ. Никамран вăтанман хура сăнлă хĕрарăм темшĕн хĕремесленсе ӳкрĕ халь. — Пыр-ха, аçу лаша кӳлет. Аçталла тухса кайнине сăна, — тесе, хĕрне пӳртрен кăларса ячĕ. Унтан, Тимукран та чылай çӳллĕрехскер, пулас кĕрӳшне çухаран лăскарĕ. — Çырт эс чĕлхӳне, — чашкăрчĕ Укахви. — Калаçман чух упа эс, калаçнă чух — тĕве. Ытлашши калаçсан, çăварна минтерпе хупласа вĕлерĕп. — Эпĕ мар, эпĕ мар, Укахви. Хăй çапла каларĕ, — çинçе сасăпа анрашрĕ Тимук. Çав вăхăтра хапха чĕриклетрĕ. Тимук, урама чупса тухса, Мăрзабай ăçталла кайнине курса юлчĕ. «Пĕчĕк кĕпер урлă мар, пысăкки урлă каçрĕ, Весуккана, Мулла патне, кайрĕ пулмалла», — шухăшларĕ вăл. — Ача юлнă тесе çеç килĕштерме пулчĕ ăна. Урăх нимпе те килĕшместчĕ вăл, — терĕ Тимук, пӳрте хĕрарăмсем патне таврăнсан. — Атте килĕшрĕ-и? — хĕпĕртерĕ Кулине. — Килешрĕ пуль. Тухса каяс умĕн пĕр сăмах çеç каларĕ: «Хăтланăр!», — терĕ. Мăрзабайăн тепĕр сăмахне хĕрарăмсене каламарĕ Тимук. «Йытăлла хăтланăр!», — тенĕччĕ лешĕ. Тата пĕр-ик сăмах та каларĕ вăл венчетсĕр кĕрӳшне. «Хăмăшлана пырса кĕме ан шутла. Берданка валли кашкăр етри туян-тăм», — терĕ. Кил хуçи хапхаран нихçан таврăнас çукла тухса кайнине Тимук хăй кăна ăнланчĕ. Хĕрарăмсене ун пирки халлĕхе каламасан та юрĕ. — Хăтланăр, терĕ-и? Мĕн хăтланăпăр ĕнтĕ халь? Сакунеччен венчет туса, туй туса ĕлкĕрĕттĕмĕр, — ырă мар. Пĕр хĕре пытарнă хыççăнах теприне качча парса туй тума юрамасть. Васкамăттăмăр та… тен, Тимук суи чăна тухĕ, — йăвашланнă сасăпа халь тин аптраса кайрĕ Укахви. — Венчет тумастпăр, туй тумастпар, — терĕ Тимук, Укахвине пӳлсе. — Совет кĕнекинче çырăнса, Кулинепе иксĕмĕр çĕнĕ саккунпа пурăнма пуçлатпăр. Хăçан çырăннине, хăçан ача юлнине никам та пĕлеймĕ. Çапла вара, Чулçырмара çĕнĕ законпа мăшăрланса пурăнас йăлана Мăрзабай хĕрĕпе ун тарçи пуçласа ячĕç. Тимук хăй турра ĕненмест пулин те, Хĕрлĕ Çар татăклă çĕнтертĕр, Совет влаçĕ ĕмĕрлĕхе пултăр тесе, чĕркуçленсе кĕлтăвакан пулчĕ. Тем те пулать иккен çут тĕичере. Ырă хĕвел çутипе усал чĕрчун та ырă курасшăн. Мăрзабай хапхаран, чăнах та, Весуккана каяс шутпа тухнăччĕ. Кĕпер патне çакшухăшпах çитрĕ вăл. Ун кăмăлĕ кĕпер урлă каçсан та улшăнманччĕ. Çул юппине çитсен те, авалхи тусĕ патне каяс шухăша пăрахмарĕ-ха Мăрзабай. Çапах кунта вăл лашине Весукка еннелле мар, урăх еннелле тытрĕ. «Ара, Ыхраçырмипе Весуккана Курăкхăви урлă та кайма пулать вĕт», — шухăшларĕ вăл. Ыхраçырминче Мăрзабайăн амăш енĕпе хурăнташ пур. Çул май çавăнта кĕрсе тухма шухăш тытрĕ-ши килĕнчен тухса тарнă Чулçырма нуянĕ? Çук. Сасартăк Çимуна курас килсе кайрĕ ун… Кивĕ тĕнче ишĕлсе пĕтме пуçларĕ пулин те — Мăрзабай ăшĕнче пурăнатчĕ-ха вăл. Халĕ ак Тимук çу сĕрнĕ пуçне аллипе сăтăркала-сăтăркала мăкăртатнă хушăра ăшри тĕнче сасартăк ишĕлчĕ. Тĕлĕнмелле: Мăрзабайăн нумай тарăхнă чунĕ çапах та çав ишĕлчĕк айне пулмарĕ. Пирвайхи самантра темле тыткăнран хăтăлса ирĕке тухнă пек туйăнчĕ ăна. Каярахпа тин чунĕ ырата пуçларĕ. «Атте пурлăхне ĕмĕр тăршшĕпех çăткăн Тимук валли упраса аталантарма тăрăшрăм-и? Усал çын ирĕксĕрлесе, пусмăрласа тенĕ пек, кĕрӳ пуласшăн. Пуласшăн мар, пулнă!.. Еркĕн кĕрӳ. Укахви çавнапĕлсех тăнă ĕнтĕ. Пĕлни кăна мар, еркĕн евчи пулнă пуль». Çав вăхăтрах чĕре суранне сиплекен шухăшсем те вăранчĕç: «Мĕн вара? Кулине халь пĕртен-пĕр хĕрĕм ĕнтĕ. Пурăнччăр. Хам пурпĕрех тырă хам валли çеç акса пурăнас терĕм. Çакăн чул хуралтă, выльăх-чĕрлĕх, машин мĕне кирлĕ мана?..» Кĕтмен инкекпе ăшĕнче килĕшме пуçланăччĕ Мăрзабай. Çавăнтах ун кăмăлĕ вĕресе, пăтранса кайрĕ. Тимук пуçне çапса çĕмĕрес, Укахвипе Кулинене, çивĕтрен сĕтĕрсе, урама кăларса пăрахас килчĕ… Унтан каллех лăпланма тăрăшрĕ: «Çук. Тӳс, Мăрзабай, тӳс. Хĕрне тӳсме вĕрентрĕн, ху та тӳс. Пурăнччăр. Хăтланччăр. Ман хамăн этем тĕсне çухатас марччĕ». Пурнăçри пысăк тивĕç хапхи хупăнчĕ Мăрзабай умĕнче. Пĕчĕк тивĕç валли пĕчĕк алăк уçăлинччĕ. Икĕ пĕчĕк тĕллев юлчĕ ĕнтĕ уншăн пурнăçра: пĕри вăл — Наçтук ачи, тепри… Çав тепри пирки сасартăк Весуккана кайма шухăш тытрĕ те ĕнтĕ Мăрзабай. Куракхăвинче Павел Алексеевич, кунта вулăспа район центрĕ туса хунăранпа, пĕрре те пулманччĕ-ха. Яла кĕнĕ çĕрте çул урлă икĕ çӳллĕ юпа тăррипе аршăн сарлакăш хăмач ярăмĕ карнă. «Да здравствует хлебная монополия» тесе çырнă хăмач ярăмĕ çине. «Тырă, тырă, тырă кирлĕ патшалăха. Кам акса ӳстерĕ-ши тыррине? Тимук ӳстертĕр. Эп малашне, Хрулкка пек, хура хăмла çырли ӳстерĕп», — шухăшларĕ Мăрзабай хăмач ярăмĕ айĕпе иртнĕ чух. Ял варринелле хăмач ярăмĕсем тăтăшах курăна пуçларĕç. Хĕрлĕ ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Мĕн пулнă вара? Мĕн пирки савăнать Куракхăви? Камран та пулин ыйтса пĕлесчĕ. Ыйтмасăрах тавçăрчĕ: «Касански иртсен, Совет влаçĕн праçникĕ çитет вĕт. Икĕ çул çĕнĕ йĕркепе пурăннине уявлама хатĕрленеççĕ пулĕ». Поповăн йĕкĕреш хитре çурчĕсем умĕнче халăх хĕвĕшет. Çав тĕлте темшĕн лашине чарса тăчĕ Мăрзабай. Хапха пысăкăш хăма çине чике тăршшĕ саспаллисемпе «Бедность — не порок» тесе çырнă. «Çапла калас пулать ĕнтĕ сирĕн, — шухăшларĕ Мăрзабай, пьеса ятне лозунг вырăнне йышăнса. — Чахрунсене курасшăн мар эсир… » — Çĕр çăттăр! Павăл пичче! Аçта каятăн? — илтĕнчĕ сасартăк хĕрарăм сасси. — Э, мĕн? Аçта каяп-и, ара, ăçта… Хăмăшлана каяп, — аптраса ӳкрĕ Мăрзабай. Хĕрарăм лахлатса кулма тытăнсан тин вăл Мулла Анукне палласа илчĕ. — Тăр-кăнтăрла, тăман тухмасăрах аташса кайрăн-им, Павăл пичче? Хăмăшлана Куракхăви урлă кам çӳрет! Таллă мăнастирне Кейӳ урлă кайнă пек пулать ку. — Ара, çул майăн, çул майăн Çимун патне кĕрсе тухас терĕм. Аçу патне каятăп. Унтан тӳрех вара — Хăмăшлана, арман урлă, арман урлă. Анук сасартăк кулма чарăнчĕ. «Мĕн пулнă-ши Марзабая? Темĕскер пĕчĕк ача пек сӳпĕлтетет, мĕскĕн. Наçтук вилнĕренпе, чăнах та, аташса калаçакан пулман-ши?» Çапла шухăшларĕ те Анук тăрантас çине хăпарса ларчĕ. — Пар-ха тилхепӳне, Павăл пичче. Семен Тимофейчăн хваттерне кайăпăр, эппин. — Мĕне кура чике тăршшĕ буквăсемпе Чахруна мухтама тытăнтăр эсир? — каллех тĕлĕнтерчĕ Мăрзабай Анука. «Аташатех ĕнтĕ, мĕскĕн. Больницăна леçсе хăварас мар-ши?» — пăшăрханса ӳкрĕ Анук. — Мĕн пирки эс, Павел Лексейчă? Эп айван пуçпа ăнланса илеймерĕм. Темĕскер юптарса каларăн пуль-ха, — пĕчĕк ачапа калаçнă пек ачаш сасăпа калаçма тăрăшрĕ Анук. — Ара, эеир унта нимсĕрех «Çуклăх — сиен мар вăл», — тесе çырса хунă. «Долой пуянлăх, сывă пултăр çуклăх», — тесе çырмаллаччĕ, иçмасса. Анук пĕтĕмпех ăнланса илчĕ. «Ним те аташм. ан-ха ку ятлă çын. Аташма мар, пире тăрăхласа хучĕ». Вара вăл çавăнтах савăнса ӳкрĕ те малтанхи пекех савăккăн çатăлтата пуçларĕ. — Семен Тимофейчă тарăхса пĕтрĕ пьесăн ятне чăвашла куçарнă чух. Эс, Павăл пичче, пĕр тытăнмасăрах хитре куçарса хутăн. Пăрах хăвăн хуçалăхна, пирĕн çума хутшăн. Сана тĕп тăлмач тăвăпăр е, кăмăлу пулсан, çĕр ĕç комиссарĕ тума пултаратпăр… Кайран Мăрзабай чăнах та хăйĕн пурлăхне пăрахса кайнине пĕлсен, Мулла Анукĕ вилсе каяс пек лахлатрĕ. — Микулай патша пек, эсĕ те отречени турăн пулать. Пуянран тухнă пирки манифест çырмаллаччĕ сан. «Эпир, Пĕрремĕш Павăл, пуянран тухатпăр, хамăр вырăна пуяна Пĕрремĕш Тимука лартатпăр», — темеллеччĕ, иçмасса… Çимун Анукпа пĕрле кулмарĕ. Мучăшпе çĕрĕпех чăлăм куç хупмасăр калаçрĕç вĕсем: Çимуи, Анук райкома пырса систерсенех, хваттерне хашкаса чупса та çитрĕ. Икĕ çул хушшинче паллайми ватăлса кайнă мучăшне курсан, ютшăнса тăраймарĕ Çимун, хăнана хумханса ыталарĕ. Мăрзабайăн кӳтсе çитнĕ чунĕ сасартăк çемçелсе кайрĕ, вăл, тӳсеймесĕр, ĕсĕклесе ячĕ. Çĕр каçа шакăлтатса калаçнă хушăра çĕнĕ тĕнче йĕркисем халь Мăрзабайшăн та «пуçхĕрлĕ» пек курăнма пăрахрĕç. Çимуна мучăш тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Ленин çырнисене те чылаях вуланă иккен. Ялхуçалăхĕн малашлăхĕ пирки те нумай шухăшланă. Кунтă вăл коммунăсене тиркет, кулакла хурласа, пуçтахланса мар, тĕплĕн шухăшласа тиркет. Хăмăшлара, Ятрус пек, тĕнчере çук çырла ӳстересшĕн. Хăй пултарнă таран çĕр акса кăтартуллă хуçалăх тăвасшăн, типĕ çанталăкпа вĕри çиле парăнман тулă сорчĕ туса ӳстересшĕн. Çавăн пирки канашласа пăхма каять иккен вăл халь Хрулкка патне. — Халăха усă кӳрсе пурăнма тăрăшни чуна çунатлантарать. Пурнăçра хăвăн тивĕçне тупсан, тĕнче те илемлĕрех курăнать, — терĕ Çимун. Мăрзабайшăн çĕнĕ сăмах каламарĕ-ха вăл. Мăрзабай хăй те ĕмĕр тăршшĕпе çапла шухăшланă. Халăха та усă кӳмен мар вăл. Анчах ун уссине хальхи власть ăнланса илеймерĕ çав, ырламарĕ… — Тен, эс, мучи, халĕ те Совет влаçĕпе çĕнĕ йĕркене йышăнсах каймастăн пуль? — терĕ малалла Çимун. — Ленин çырнисене юратсах вуларăм терĕн-ха эс. Ленин çырнисене, Совет влаçĕн йăли-йĕркине, политикине мĕн чул ытларах пĕлсе, ăнланса пыран, хăвăн тивĕçне те çавăн чул ытларах ăнланакан пулан. — Нимшĕн те, никамшăн та мар, халь хамшăн çеç канлĕх шыратăп-ха эп, — тавăрчĕ Мăрзабай, тӳрĕ сăмахран пăрăннă пек пулса. — Хăвăншăннине халăхшăннипе килĕштерме пĕлсен, тивĕçлĕ этем ывăлĕ пулатăн та вара. «Мана ăнланакан пĕр тăван чун пур иккен-ха тĕнчере», — кăшт канăçланчĕ Мăрзабай. Вăл ир енне тин çывăрса кайрĕ. Çапах, хресчен йăлипе, Мăрзабай ирхине ирех вăранчĕ. Çутăлнă çĕре вăл, Çимуна вăратмасăрах, лаша кӳлсе хапхаран тухса кайрĕ. Таçта васканипе мар, урăх сăлтава пула çапла хăтланчĕ Мăрзабай: Çимунпа çĕрĕпе калаçса выртни кун çутипе сĕвĕрĕлсе пĕтесрен шикленчĕ. Тата Хрулккана та хăвăртрах курасси килсе кайрĕ. Юр çинчи йĕрсем Кăçал кĕр пĕлтĕрхинчен типĕрех килчĕ. Ват ăшши те, пукрав ăшши те пулчĕ. Хĕл тени вара пĕр каçхине яла шурă акăш пек лăпкăн кăна вĕçсе килсе ларчĕ… Лешеккинче кашни ир урамра пуринчен малтан Антонина Павловна курăнать. Паян та вăл пӳртрен васкаса тухрĕ. Тухрĕ те — чун киленнипе чарăнса тăчĕ. Пĕтĕм тавралăх шап-шурă… Венчете тăракан хĕр пек шурă тум тăхăннă… Çĕрле вăрттăн тумланнă вăл — çын курман чух, ял çывăрнă чух. Çӳллĕ кĕлеллĕ, çӳллĕ кунчаллă пушмак тăхăннă учительница малтан юр çине ярса пусма шикленсе тăчĕ. Юрĕ чĕркуççи таран мар-ши? Çук, юр тарăн мар, ура лаппи путмалăх кăна. Тап-таса шурă юр чуна чечеклĕ улăх пекех савăнтарать иккен. Çамрăк учительница хушлăхпа хĕрача пек чупкаласа та илчĕ, юр чăмакки туса, арçын ача пек персе те пăхрĕ… Çук, халь вăл учительница мар, Антонина Павловна та мар — Тоня вăл, хĕрача… Çĕркаç ăна Арланов килне çитиех ăсатса хăварчĕ. Ахаль чух кăшт çăмăлттайрах калаçакан йĕкĕт хăйне хăй урăхла тыткаларĕ. Кĕпер çинче сасартăк чарăнса тăчĕ те ытла та кăмăллă сасăпа: — Тоня, — терĕ, яланхи пек: «Антонина Павловна» темерĕ. — Тоня! Юрату çуркунне килет, теççĕ. Тĕрĕс-и вăл? — Пĕлместĕп. Ĕлĕкрех Тоня Арланов сăмах каламассеренех кулатчĕ. Халь кулмарĕ. Пĕр сăмах хирĕç калама та сасси аран тухрĕ ун. Халь ак тата, те Тоньăна култарас тесе, те ăна хавхалантарасшăн пулса, Арланов, кĕпер урлă каçсан, кĕркунне пирки мухтав юрри пуçласа ячĕ. — Тĕнчере çуркуннене мухтакансем нумай. Кĕркунне пархатарне пĕр Пушкин çеç лайăх туйма пĕлнĕ. Кĕрхи çанталăка юратнă вăл. Хăйĕн чăн лайăх япалисене кĕркунне çырнă. Пĕр кĕр тăршшĕнче вунă çул çырмаллине çырнă вăл. Кĕркунне! Еçхалăхĕ те лайăх хаклама пĕлет ăна. Кĕркунне савăннă пек нихçан та савăнмасть вăл. Хресченшĕн чи чаплă, чи савăк праçниксĕм кĕркунне пулаççĕ. Халăха чĕртекен, пĕтĕм тĕнчере революци пуçласа яракан кун та кĕркунне çитрĕ. Кăçалхи кĕркунне те халăха савăнăç кӳчĕ: Питĕр таврашĕнче Юденич çарне аркатрăмăр, Деникин çарĕсене каялла хăвала пуçларăмăр, Урал çинчи сĕмсĕр тăшмана та тинĕс енне хĕсме тытăнтăмăр… Арлановăн çĕркаçхи сăмахне аса илни тĕрлĕ шухăшсем хускатрĕ пирвайхи шурă юр пек таса кăмăллă хĕр пуçĕнче. Мĕн пĕчĕкрен пиччĕшсен çулĕпе утма шухăшланă Тоня. Çапах та, революци пулман пулсан, кĕнеке вуланипех ун куçĕ уçăлса çитместчĕ пуль. Савăнăç çăлкуçне кĕпер леш енче тупма ĕмĕтленменччĕ вăл. Мĕн тесен те, чăваша хисеплеместчĕç ĕнтĕ сухоречкăсем. Ял пуçланса кайнăранпа пĕр вырăс хĕрĕ те чăваша качча кайса курманччĕ. Вырăс каччи чăваш хĕрне илни те пулманччĕ. Халь Оля пĕр иккĕленмесĕр Чулçырмана пурăнмă куçрĕ. Хăйне хăй çавăнта çуралса ӳснĕ пекех тыткалать. Фальшинсем халĕ те чăвашран йĕрĕнеççĕ. Анчах халăх Тук шывĕн икĕ енĕпе те тачăрах пĕтĕçрĕ. Çынсем пĕр-пĕрне «чăваш», «вырăс» тесе ютшăнми пулчĕç: ваттисем пĕрле канашлаççĕ, çамрăккисем пĕрле çуйăхаççĕ. Кĕперĕ те çынсене пĕр-лештерсе тăракан пулчĕ. Шухăшпа çак тĕле çитсен, Тоня ăшĕнче йăл кулса илчĕ: вĕсене те пĕрлештересшĕн-ха вăл, çав кĕпер. Арланов кашни ир ăна кĕпер çине тухса кĕтсе илекен пулчĕ, кашни каç тата кĕпер урлă ăсатса ярать… Çапла шухăшласа-ĕмĕтленсе пынă май Тоня Тук патне çывхарчĕ. Юлашки хуралтăсем хыçĕнчен кĕпер курăнсан, ун чĕри тăруках кăрт! сикрĕ: унта, карлăк çине таянса, хура шинеллĕ, хура карттуслă çын тăрать… Çĕркаç Арланов ăна хăй туйăмĕсем пирки шухăшласа пăхма ыйтнăччĕ. Тоня ним те каламарĕ. «Тен, каллех çавна пĕлесшĕн пулĕ? Ответне памаллах-шим ĕнтĕ? Çук, сăмахпа ним те каламастăп. Чĕрепе туйтăр, куçран пăхса куртăр», — шухăшларĕ вăл халь. Тоньăна асăрхасан, Ăрланов тӳрленсе тăчĕ те, çĕрелле пăхса, кĕпер урлă каçа пуçларĕ. Тоня та вар. а ирĕксĕрех çĕрелле тинкерсе иăхрĕ. Такам кунта Тоньăран та маларах килсе тухнă иккен, çемçе шурă юр çине йĕр хăварнă. Иĕрĕ Чулçырманалла ертсе каять. Юнашарах тата лаша йĕрĕ те пур. Иккĕшĕ те кĕпер ку енĕпе сылтăмалла пăрăнаççĕ. — Чимĕр-ха, Антонина Павловна, çын йĕрне ан таптăр! — кăшкăрчĕ Арланов хăй кĕпер урлă каçса çитичче-нех. — Питĕ интереснă! — терĕ вăл, Тоня патне çывхарсан. — Пăхăр-ха эсир те, çын йĕрĕ тӳрĕ мар, тайкаланчăк. Усĕр çын йĕрĕ… — Çав ӳсĕр çыншăн сехĕрленсе, мана алă пама та манса кайрăр-и? Аван-и, Евграф Архипович! — тĕксе илчĕ ăна Тоня. — Каçарăр, Антонина Павловна! — тин хыпăнса ӳксе алă пачĕ Арланов. — Итлĕр-ха малалла, эп каласа пĕтереймерĕм. Усĕр çын е… чирлĕ çын йĕрĕ. Аманнă кайăк йĕрĕ пек. Сакунесем иртнĕ, хĕллехи Микула çитмен-ха. Усĕр пуçпа ялтан яла сĕтĕрĕнме сăлтав çук. Ак, пăхăр-ха. Кунта та çын утти тайкаланчăк пулнă. Кунта вăл чарăнса тăнă. Кĕпер çинче, каллĕ-маллĕ сулăнса, карлăк çине пырса уртăннă. Чылай тăрса, çапла каннă та малалла чипертерех утнă вара. Тата акă лаша йĕрне те асăрхасан… — Лаша йĕрĕ ӳсĕр мар пуль-ха, — тăрăхлама пăхнăччĕ Тоня, хастарлă йĕрлевçе шансах çитмесĕр. — Ан кулăр, Антонина Павловна. Юланут йĕрĕ çуран çын йĕрне хирĕç пырать, анчах пăхăр-ха: ниçта та çын йĕрĕ çине кĕрсе каймасть вăл. Çын сулăннă çĕрте лаша йĕрĕ те çав еннелле пăрăнать. Тоня пурпĕрех Арланов мĕншĕн пăшăрханнине тавçăрса илеймерĕ. Çав вăхăтра Сухоречкăран тӳрĕ çулпа юланут çывхарчĕ. — Владимир Наумович, — терĕ Арланов, çыннине палласа. — Темскер пулнах ĕнтĕ… — Эсир те çав йĕре сăнатăр-и, юлташсем! — терĕ Тимĕркке, лашине çамрăк мăшăр умĕнче чарса. — Кам йĕрне пĕлетĕр-и? Пирĕн ĕлĕкхи председатель киле таврăннă. Çуран. Пĕччен аран йăраланса çитнĕ. Халь тăнсăр выртать, аташса калаçать… Эп, вырăс енче лаша кӳлтерсе, Гревцев ывăлне Весуккана Ятрус патне ятăм. Эс, Евграф Архипович, чуп-ха Микка патне. Тăна кĕрсен, калаçтар ăна. Аташса калаçнине те сăна. Фальшина асăнать. Çавăн пирки мĕн каланине хут çинех çырса ил. Сире кунта тĕл пулни лайăх пулчĕ-ха. Эп малалла кайса йĕрлем. Тен, кашкăр йĕрĕ çине ӳкĕп. Çамрăксене сăмах чĕнме памасăр, хăвăрт-хăвăрт сăмахларĕ те Тимĕркке анат еннелле кустарчĕ. Арлановпа Тоня пĕр-пĕрне тин куçран пăхса илчĕç. Кĕркуннепе çуркунне кĕввисем пĕрин куçĕнче те палăрмарĕç халь. Вĕсем вăхăтлăха тĕлĕнтермĕш йĕр айне пулса юлчĕç курăнать. Мишша-салтак халĕ, яла тепре таврăнмалла пулсан, пиччĕшĕнчен йĕрĕнсе пăрăнмĕччĕ ĕнтĕ. Иăлтах улшăннă Тимĕркке. Халь ăна ял çыннисем те, хисеплесе, «Владимир Наумчă» тесе чĕнеççĕ. «Замана» сăмаха асăнма тата юптарса, шӳт туса, такмакласа калаçас йăлине пачах пăрахмарĕ-ха вăл, çавах ял çинче хăйне петĕмпех урăхла тыткалакан пулчĕ. Еçме пăрахрĕ. Парти ячейки Самана Тимĕрккине Совет ĕçне лартса йăнăш тумарĕ. Самана сывлăшне Тимĕркке ялта пуринчен малтан туйса илнĕ. Пĕр вăхăтра Тимĕркке халăх ĕçне те хутшăнса пăхнăччĕ. 1917 çулта, Октябрь революцийĕ пуличченех, ăна халăх хресченсен съездне хулана суйласа янăччĕ. Тимĕркке ун чух Самара та çитетчĕ пуль, анчах уесри съездра вăл пăртак чăрсăртарах калаçрĕ. Улпут çĕрĕсем пирки калани пырĕччĕ, вăл тата сасартăк: «Вся власть — Зоветам! Долой министров-гапиталистов!» — тесе кăшкăрчĕ. Эсĕрсем вара ăна кĕпĕрнери съезда яма мар, «тĕрмене лартатпăр», — тесе хăратрĕç. Çавăн пирки шăпăртланнăччĕ Тимĕркке, ĕçке те ытларах ярăннăччĕ. Пирвайхи «камунсем» ăнланаймарĕç ăна, ютшăнчĕç унран. Тăван пиччĕшĕн ывăлĕ те унран йĕрĕнчĕ. Тайман Сахарĕ, хăй ялта сахал пурăннипе, унпа çывăхрах паллашса ĕлкĕреймерĕ. Ютран килнĕ учитель çеç час ăнланса илчĕ Самана Тимĕрккине. Вăтам хресченсем хушшинче Тимĕрккен авторитечĕ питех те пысăк пулнă иккен. Вĕсемшĕн мыскараçă пек курăнман вăл. Тимĕркке çĕнĕ влаçран пăрăнса смоляковсемпе çуйăхнă чух ял çыннисем: «Пирĕн Замана самана пирки шарламасть-ха. Вăл Совет влаçне ырласан, эпир те хапăл туса йышăнăттăмăр», — текеленĕ. Хăй вăл хуçалăх енчен шăпах вăтам хресчен шутне кĕрет ĕнтĕ. Хăйĕн пысăк мар хуçалăхне тирпейлĕ тытса пырать. Кăмăлпа Тимĕркке ырă та тӳрĕ çын. Чухăнсене, тăлăх салтак арăмĕсене сахал мар тырă кивçен паркаланă, анчах, пĕр-пĕр куштан пек, çавăншăн çынна хĕсĕрлемен. Çакна ял çыннисем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Тимĕркке ял пуçĕ пулса тăни вăтамсене те, чухăнсене те питĕ килĕшрĕ. Хаяр Макарсем, ĕлĕкхине аса илсе, ăна ĕçтерсе хăйсене май çавăрма хăтланса пăхрĕç. Тимĕркке вĕсене тăрăхласа та, юнаса та илчĕ: — Николашка эрехне ĕçтерсен, ĕçеп. Кăмăшка ĕçтерсен, хупса лартап. Кăмăшка вĕретсе тырă çĕртнĕшĕн тата çĕр пат продразверстка хурап сан çине. Пĕр Мирски Тимук çеç ял пуçлăхне йышăнасшăн пулмарĕ. Тимĕркке ялта çук чух вăл вырăсран пĕр Совет членне ертсе килнĕ те Ĕлĕм-Чĕлĕм кинне, кăмăшка вĕретнĕ чух тытса, хулана ăсатнă, уншăн Мăрзабай тарçине айăплама май çук: кăмăшка вĕретекенсене тытса, Совет влаçне пулăшрĕ пулать вăл. Анчах Тимĕркке Мирски Тимукăн хура ăшчикне тахçанах ăнланса илнĕ. Çавăн пирки вăл ăна пĕррехинче сăрт çинче пĕччен тĕл пулсан, тӳррĕнех каларĕ: — Эс ял ĕсне тепре хутшăнсан, хăвна тепĕр хут тĕрмене ăсатап. Праски вĕретнĕ кăмăшкине вара Хаяр Макарпа эсĕ ĕçнĕ. Ма Чахрун патне ертсе каймарăн? Тимук, шурă куçне çавăркаласа, йĕплĕ чĕлхипе питлеме пăхрĕ: — Сана шеллерĕм. Сан тăвану вăл… — Урлă вăрман кашкăрĕпе Чӳккукри чакакĕ ун тăванĕсем. Иксĕре те Чӳккукринче йĕрлесе тытап. Анланатăн-и? — Батракпа чухăна хĕсĕрлеме право çук сан. Эпир Совет влаçĕн тĕрекĕсем, — шăртланма пăхрĕ Тимук. Тимĕркке Тимука куçран тӳррĕнех тăрăхласа пăхрĕ те сасартăк сехĕрлентерсе пăрахрĕ: — Ыран Хăмăшлана каятăп. Мăрзабая туя чĕнес-и е туйне унсăрах тăватăр-и? Çапла каларĕ те хăй çулĕпе малалла утрĕ. Тимĕркке юрă кĕвви шăхăрса ячĕ. Тимук ун хыççăн вĕтĕртетсе чупрĕ. — Владимир Наумчă, мĕскĕн тăлăх-турата шӳтлĕ сăмахпа та пулин хур ан ту ĕнтĕ. Киревсĕр çын сăмахĕ вăл… Тимĕркке мĕскĕнленсе ӳкнĕ сасса илтмĕш пулчĕ, тата хытăрах шăхăрса, анаталла ярăнчĕ. Мирски Тимукĕ мĕн ăмсаннине Самана Тимĕркки тахçанах сиснĕ. Каярахпа çак «тăлăх-турат», Мăрзабайăн пĕтĕм пурлăхне ярса илсе, хуçа пулса тăни ăна питех тĕлĕнтермерĕ. Тимĕркке халăхшăн ĕçлеме тытăннăранпа ик-виçĕ уйăх иртсен, ял çыннисемшĕн Совет тени Самана Тимĕркки тенине пĕрех пулчĕ. Çав сăлтавпа пĕрисем ăна юратса пăрахрĕç, теприсем хытă курайми пулчĕç. Пуринчен ытла Тимĕрккене Мирски Тимукпа Лешеккинчи Фалынин кураймаççĕ. Фалыпинĕ халь питĕ асăрханса, вăрттăн хăтланакан пулнă. Çавăнпа, анрашса выртакан Микка Фальшин ятне асăнсанах, Тимĕркке хăлхине тăратрĕ. Ак уççăнах каларĕ-ха аташакан çын: «Хут манра çук, Никон Иванчă. Хутне Тарас усрать. — Хăех персе вĕлерет вăл сана… » Ревком хучĕ халь Тимĕркке кĕсйинче. Çавна Фальшин пĕлмест ĕнтĕ, анчах кам та пулин çав хут паракан ирĕкпе хăйне персе вĕлересрен хăрать иккен. Ма тата Апраш Варне пĕрмай асăнать Микка? Аташма пуçличчен те: «Апраш Варĕнчен аран çитрĕм», — тенĕ. Çуран киле таврăнакан çынна Фальшин çавăнта тĕл пулса усал туман-ши? Суран тавраш палăрмасть. Ним те ăнланма çук. Шухăшлама вăрах шухăшлать, ĕçне хăвăрт тăвать Тимĕркке. Микка патĕнчен килне те чупмарĕ, Мулла Анукĕн ула лашине утланчĕ те Микка йĕрне йĕрлеме тухса кайрĕ. Лешеккинче вăл, Весуккана çын ăсатнă май, Фальшин патне кĕрсе те тĕрĕслерĕ. Хăй килте çук. Хулана кай нă теççĕ. Кĕпер патне таврăнса Арлановсемпе калаçнă хыççăн Тимĕркке часах Апраш Варне çитрĕ. Тахçан-тахçан кунта варĕ пулнă та пуль. Халь ку тĕлте сĕвекрех лупашка кăна. Тĕлĕнмелле! Иĕр Тук çыранĕ айĕнчен тухнă. Çыран патне ертсе килекен йĕр çук. Микка хăех кунта çитнĕ-ши е такам ăна юр çăвиччен çыран айне сĕтĕрсе килсе пăрахнă-ши? Малалла Владимир Наумович следователь пекех шухăшла пуçларĕ: «Юр хăш вăхăтра, миçе сехетре çума пуçланине пĕлес пулать..» Куракхăвинче Тимĕркке малтаи вырăс ялĕ тăрăх йĕрлесе çӳрекелерĕ. Чи малтан Çимун патне кĕрсе тухрĕ. Лешĕ Миккана та, Фальшина та курман. Çук, мĕне те пулин тĕрĕслес тесен, ĕçе хĕрарăмран пуçлас пулать… Мулла Анукĕ Фальшина çĕркаç курман, анчах виçĕмкун вăл Фальшин пĕр чикан сăнлă хура çынпа хулана кайнине асăрханă. Куракхăвинче Сухоречка вырăсĕ хăш килте чарăнса тăнине те пĕлет. Çавăнта та çитсе тĕпчерĕ вара Тимĕркке. Кунта вăл, чăн та, кашкăр йĕрĕ çине ӳкрĕ. Фальшин çĕркаç хуларан пĕр шатра сăнлă пĕчĕк çынна лартса килнĕ. Çынни чирлĕ çын пек курăиман, Вăл пӳрте кĕмесĕрех, тĕттĕмччен килне çитес тесе, çуран тухса кайнă. Фалынин кунта çĕр выртнă. Каçхине лаша утланса, таçта кайса çӳренĕ, хваттере çĕрле таврăннă. Ир енне вăл, юр ларнине курсан, хуçа çунине кӳлсе, таçта тухса кайнă, паян-ыран каялла таврăнап, тенĕ. Вара Тимĕркке, çуна йĕрне йĕрлесе, çӳллĕ кĕпер патне çитрĕ те, каялла таврăнса, Радаев патне кĕчĕ. Радаев Тимĕркке пекех çивĕч ăслă çын. йĕрлевçе нумай калаçтармарĕ вăл. — Ĕçне хăвах туса çитерес тетĕн-и е… — Хамах! — касса татрĕ Тимĕркке, Радаева пӳлсе. — Пулăшу та кирлĕ пулать пуль. — Юрĕ. Халех çула тухсан, каçчен ăна тытса килме пултаратăр. Тимĕркке пăртак мĕшĕлтеткелерĕ те, кĕсйинчен хут кăларса, ăна Радаев умне сарса хучĕ. — Тен, ăна тытма та кирлĕ мар пуль? — ыйтрĕ вăл, куçне хĕссе. Николай Васильевич малтан ним ăиланмасăр çуркунне хăй алă пуснă хута тĕлĕнсе вуларĕ. Унтан чӳрече кĕленчине чĕтрентерсе ахăрса илчĕ те: — Çук, Владимир Наумович, халь ревком вăхăчĕ мар, — терĕ. — Çирĕп Совет влаçĕн вăхăчĕ çитрĕ ĕнтĕ. Суд тăвăпăр. Законлă йĕркепе, халăх умĕнче, Федерациллĕ Совет Республики ячĕпе… Тата çур сехетрен Тимĕрккепе цкĕ милиционер, çӳллĕ кĕпер урлă каçса, çуна йĕрĕпе сулахаялла пăрăнчĕç. Юр сасартăк ӳкнипе лаша кӳлсе çӳрекен çук паян — пурте тин çуна хатĕрлеме тытăннă пуль. Юр урăх çумарĕ. Ирхи йĕр пăсăлман. Вăл виçĕ юланута таçти яла ертсе кайрĕ ĕнтĕ… Тимĕркке шухăша путрĕ: «Çавах вĕлернĕ вĕт Çăпата Михалине те. Мăрзабая та Суда чĕнтермелле пулать пуль, Фальшин пирки хăй мĕн пĕлнине каласа патăр. Тата леш чикан сăнлă лаша вăррине те тытасчĕ. Микка тăна кĕмесĕр вилсе кайсан, — Фальшин хăй тунать ĕнтĕ, — свидетельсем кирлĕ пулаççĕ. Эп, айван, ӳсĕр пуçпа Фальшина тĕпчесе те пăхнă теççĕ те, хам астумастăп… Хваттер хуçи хура çын пирки асăнмарĕха тата. Пытарчĕ-ши? Тен, çынни хулара юлнă? Çапах та ку йĕр çав хура çын ялне ертсе каять пуль-ха. Йĕр çухатма çавăнта кайса килес тенĕ ĕнтĕ Фальшин. Эс, усал, Çăпата Михалин ула лашине туртса илсе, хăйне вĕлертĕн. Паян эп сана хăвна ула лашапа йĕрлеме тухрăм. Замана!» «Заманине» те асăнса илчĕ Тимĕркке. Халь вăл хăйĕн чаплă сăмахне сасăпа калама асăрханать, ăшĕнче çеç асăнса илет. Сурхурисĕр çĕнĕ çул Çĕнĕ çула кăçал чулçырмасем çĕнĕлле кĕтсе илчĕç. «Сурхури» вырăнне ял тăрăх «спектакль» сăмах сарăлчĕ. Спектакль тени малтан Лешеккинче пулчĕ вăл. Çавăнта Арланов ялти пĕтĕм çамрăк-кĕрĕме ертсе кайнăччĕ. Спектакльтен савăккăн шавласа таврăнчĕç йĕкĕтсемпе пикесем. Качака Матви çул тăршшĕпе: «Шире дорогу — Любим Торцов идет!» — тесе кăшкăрчĕ… Халăха чăвашла спектакль кăтартма ĕмĕтленнĕ «хулари чăвашсем» тинех чăваш ялне те килсе çитрĕç. Лешеккинче вырăсла спектакль кăтартнă хыççăн Мăрзабай Çимунĕпе Мулла Анукĕ ытти артистсемпе пĕрле Куракхăвине таврăнмарĕç, Чулçырмана куçрĕç те çĕнĕ çула чăвашла спектакль хатĕрлеме тытăнчĕç. «Репетици» сăмаха та юратрĕç чăвашсем. Кашни каç Шкула репетици тунă çĕре ушкăнĕпе çӳрекен пулчĕç. Репетици вăхăтĕнче Çимун хăех Гордей Торцов та, режиссер та, суфлер та пулчĕ. Арланов халь Митя ятлă ĕнтĕ, Антонина Павловна — Любовь ятлă, унăн амăшĕ — Мулла Анукĕ. Качака Матвине Любим Торцов туса пăхрĕç. Лешеккинче илтнĕ сăмахсене урамра вырăсла чиперех кăшкăрса çӳрерĕ йĕкĕт, репетици тунă чух вара вĕсене чăвашла та кирлĕ пек калаймарĕ, темшĕн вăтанса ӳкрĕ. Сасси те килĕшмерĕ ун, чăн та, качака сасси пек — çинçешке те пĕчĕк çурăк чан евĕрлĕ чĕтрет. Самана Тимĕркки хăй Качака Матвине пĕр-пĕр режиссер пекех вĕрентсе пăхрĕ: — Кăкруна ак çапла каçăрт, сассуна хытар, урмăштар, сулахай аллупа халăха сирме тăрăш, сылтăм аллуна, çӳле çĕклесе, малалла тăсса яр… Анăçсăр артиста вĕрентнĕ май хăй çапла хăтланса, Тимĕркке куç умĕнчех улшăнчĕ, суфлер сăмахĕсене — те лайăх илтменнипе, те юриех — кăшт улăштарса кăшкăрчĕ: — Пăрăнăр çул çинчен — Любим Торцов пуян пиччĕш патне хăнана килет! Халăх, репетици вăхăтĕнче те çапла тумалла пуль тесе, Тимĕркке хăтланкаларăшне алă çупса йышăнчĕ. Мулла Анукĕ ăшне тытса лăхлатрĕ. Çимунпа Арланов савăнса ӳкрĕç. — Пьесăри сăмахсене пăсмасăр калама вĕренсен, санран лайăх Любим Торцов хулара та тупаймăн, — терĕ Çимун. Анчах Тимĕркке артист пулма килĕшмерĕ, хăйне хăех тиркерĕ вăл: — Çук, çын сăмахне пăсмасăр калама пултараймастăп. «Замани» те сиксе тухма пултарать. Тата… тепĕр тесен, Совет влаçне сцена çинче те ĕçке ярăнма юрамасть. Антонина Павловна Тимĕрккепе килĕшрĕ. — Эпир спектакле хатĕрленнĕ вăхăтра Владимир Наумович чаршав умĕнче халăха сăмах калатăр, — терĕ. Вара режиссерсем Качака Матвинех сассине хытарма, кăкăрне каçăртма вĕренте пуçларĕç. Халăх çĕнĕ çул çитессе вĕтеленсе кĕтет. Вăл хăйне ытлашши кĕттермерĕ кăçал, васкаса килчĕ. Раштав хыççăн эрнерен килекенскер, кăçал раштавччен эрне маларах килсе çитрĕ. Спектакль курма пынă çынсем шкул çуртне шăнăçаймарĕç. — Çулла пулсан, урамрах сцена туса пĕтĕм яла спектакль кăтартаттăмăр. Халь мĕн тăвар ĕнтĕ? Куракхăвинче те, Лешеккинче те капла пулмарĕ. Чулçырмара пĕтĕм ял спектакль курма йăтăнасса шутламанччĕ эпир, — савăнчĕ те, пăшăрханчĕ те Çимун. Анчах тултисем алăк çĕмĕреççĕ-ха. Вара Тимĕркке, шкултан тухса, тултисене ӳкĕтлеме пикенчĕ. — Лăпланар, юлташсем. Спектакль курма килнĕшĕн тав сире… Эсир те курмасăр юлмăр. Ыран сирĕншĕнех тепĕр хут кăтартăпăр, паян курнисене урăх кĕртмĕпĕр… — Суймастăн-и, Тимĕр пичче? — Совет влаçĕ нихçан та суймасть! Малтан Çимун шăналăк умне тухса сăмах каларĕ: çĕнĕ çулпа çĕн календарь, çĕнĕ стиль пирки ăнлантарса пачĕ. Çĕнĕ çул васкаса килнĕшĕн никам та кӳренмерĕ, алă çупсах йышăнчĕç ăна. Мăрзабай Çимунĕ шăналăк хыçне чăмсан, мала Самана Тимĕркки тухса калаçрĕ. Ана Мулла Анукĕ пĕр çур сехетрен кая мар, «артистсем сухал çыпăçтарса, пит-куç хуратса-шуратса хатĕрленсе çитиччепех» калаçма хушрĕ. — Вăхăт çитсен, систерĕп, — терĕ. — Юлташсем! Совет влаçĕ Чулçырмара та, пĕтĕм Самар кĕпĕрнинче те, пĕтĕм Раççей çĕршывĕнче те ĕмĕрлĕхе çирĕпленчĕ… Малалла Тимĕркке фронтри çĕнтерӳсем пирки тата фронта ăшă тумтир пухса ăсатасси пирки каларĕ. Анчах ĕмĕр власть умĕнче çăвар уçма хăраса пурăннă халăх халь сăмах чĕнмесĕр лармарĕ. — Юрĕ-ха, Тимĕр пичче, кун пирки эс пирĕнпе кулленех калаçатăн. Халь пире ху Фальшина мĕнле йĕрлесе тытни çинчен каласа пар-ха. Суд пулнă-и, пулман-и? — Ма çав тăшмана персе вĕлермеççĕ? — Çăпата Михалине вăлах вĕлернĕ, теççĕ вĕт. — Шатра Миккана та вăл çапса антарнă та çыран айне пăрахнă, теççĕ. Чăнах-и? Çапла шавлакаласа, халăх Тимĕрккене паянхи ялти ĕçсем пирки те калаçтарчĕ. Лешĕ чаплă оратор пекех хĕрсе кайрĕ. — Шатра Микка тетĕр-и? Кам вăл Шатра Микка? Пĕлместĕп! Курман, илтмен! Никифор Иванчă Романов пур пирĕн, герой! Елĕк вăл юмах ярса йăпататчĕ сире. Халĕ вăл хамăр пурнăçа юмахри пек тăвасшăн икĕ хутчен хăй ирĕкĕпе çапăçма кайрĕ, ялта та, кунти тăшмансемпе кĕрешсе, виçĕ хутчен вилĕме куçран пăхрĕ. Карательсем хăйне чĕр юн туса хĕненĕ чух та Совет влаçне мухтама чарăнмарĕ… Шатра Микка тесе хурласа каламастăр та-ха, çапах та Шатра Микка мар, Хитре Микка вăл пирĕншĕн. Кашнийĕнех çавăн пек пулма тăрăшас пулать… Фальшин пирки пĕлес тетĕр пулсан, фалынинсен шалчи тулчĕ ĕнтĕ. Суд тума Никифор Иванчă сываласса çеç кĕтеççĕ… — Хаяр Макара ма хупнă тата? Вăл çын вĕлермен пуль-ха? — Фальшинсен шалчи тулчĕ, темерĕм-и сире! Фальшинсем, хаярсем — пĕр киреметрен тухнă усалсем. Пĕр вĕренпе çыхăннă вĕсем, пĕр хут çине çырнă ячĕсене… Хĕрсе кайнă Тимĕрккене Анук темиçе хут та, чаршав хыçĕнчен алă тăсса, сăхман аркинчен турткаларĕ. Лешĕ çаплах сисмест. Чаршав уçăлнине тăруках чухламарĕ вăл, халăх кулса алă çупма тытăнсан тин шăналăк хыçне пытанчĕ. Тимĕркке спектакль пĕтиччен кĕтсе тăмарĕ, хăйĕн çĕнĕ тусне çĕнĕ çул каç ячĕпе кайса саламлас терĕ. Микка сывала пуçланă пек, паян аташмасăр калаçрĕ. Тимĕркке калаçтарма васкамарĕ ăна. Каçхине шкула каяс умĕн, Паçука шанмасăр, чирлĕ çын патне хăйĕн карчăкне кайса ларма хушрĕ. — Çын пырса кĕрсен, Миккапа ан калаçтар, çирĕпленсе çиттĕр кăшт, — терĕ вăл. … Чăвашсен тухтăрĕ Мулла Хрулкка Чулçырмана Тимĕркке «кашкăр йĕрлесе» таврăничченех пырса çитрĕ. Вăл вĕриленсе аташса выртакан çынна çĕр урайлă пĕчĕк тăм пӳртре хăварасшăн пулмарĕ. Алăка уçсанах, унта сивĕ сывлăш пур кĕтесе пырса çапать. Ятрус тухтăр хушнипе, Миккана Анук пӳртне, Арланов патне, куçарчĕç, шалти пӳлĕмри учитель вырăнĕ çине вырттарчĕç. Чулçырмара эрне пурăнса кайрĕ Ятрус Хрулкки. — Такам ĕнсерен йывăр япалапа танклаттарнă ăна, вара, вилнĕ тесе, пăрахса хăварнă. Нумай вăхăт иртсен, уçă сывлăш тăна кĕртнĕ Миккана. Анчах вăл, çĕр çинче, юр айĕнче темиçе сехет выртса, ӳпкине шăнтнă. Чĕри парăнмасан, сывалма пултарать, — терĕ вăл каяс умĕн, эмел парса хăварчĕ, кирлĕ пулсан, хăйне татах чĕнтерме хушрĕ. Ятрус Хрулкки, вăл мĕн чул ăста тухтăр пулсан та, суда хут çырса ĕнентерме пултараймасть. Çавăнпа Микка чирне Куракхăвинчен врач илсе килсе тĕрĕслеттерчĕç. Вĕреннĕ тухтăр та Ятруспа килĕшрĕ, кирлĕ хут çырса пачĕ. «Замана! — шухăшларĕ Тимĕркке шкултан Микка патне васкаса утнă май. — Чахрун Мишши çывăх тăван маншăн. Анчах ăна кам та пулин ĕнсерен танклаттарнă пулсан, çапла вĕчĕрхенмĕттĕм. Микка ют çын маншăн, çапах темле тăванран та хаклă. Пурнăçра пĕр çулпа утакан çынсем — пĕр-пĕрне тăванран та тăван иккен. Ахальтен мар пĕрне-пĕри «юлташ» тесе чĕнетпĕр. Ку Ленинăн юратнă сăмахĕ, теççĕ. Уншăн Шатра Микка та, Самана Тимĕркки те çывăх тăван пекех — юлташ. … Пӳрт алăкне уçсан, Тимĕркке тĕлĕнсе хытса кайрĕ: шалти пӳрт алăкĕ яр-уçă, пӳрт тулли вĕт-шакăр ача. Тултан кĕнĕ çын еннелле никам та çаврăнса пăхмарĕ, пурте шăпăрт кăна çăвар карса лараççĕ. Пĕр çын сасси çеç илтĕнет. Микка хăй вырăнĕ çинче юмах ярса ларать иккен. Тимĕркке шалти пӳрте кĕмерĕ, тулти пӳртре Паçукпа юнашар пырса ларчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ: Мархва курăнмасть. Чăмăрне çĕклесе Паçука юнарĕ вăл. Лешĕ, Тимĕркке умĕнче хăйне тӳрре кăларас тесе, хăлхаран пăшăлтатрĕ: — Иксĕмĕр те ним тăваймарăмăр. Çĕнĕ çӳл çитнине пĕлсен, ашшĕ ывăл ачана курасшăн пулчĕ, вара Ваççана кӳршĕсем тăрăх чуптарчĕ, юлташĕсене пухма хушрĕ, юмах ярса парап терĕ. Мархва инке санран хăраса тухса шурĕ… Тимĕркке алă сулчĕ те хăй те ачасемпе пĕрле юмах итле пуçларĕ. «Ахалех пăшăрханатăп. Самайланать ĕнтĕ çынни. Хăвăртрах сывалтăрччĕ», — шухăшларĕ вăл. Юмах сăмахĕсем кĕçех мĕнпур шухăша пуçран хĕссе кăларчĕç. Юмах пуçламăшне илтейменшĕн ӳкĕнчĕ Тимĕркке, мĕн илтнине вара ĕмĕрлĕхе астуса юлчĕ. — «… Çук, вилмен ун чух Чапай-паттăр Урал шывĕнче, — тарăн юханшыв пек лăпкă юхать Миккан хулăн сасси. — Тăшман пулисем пăт та пат! шăт та шат! ун пуçĕ тавра шыва тăрăннă. Чапай малаллах ишнĕ. Сулахай енчен командирпа юнашар чăваш ачи, сылтăм енчен вырăс ачи ишнĕ, иккĕшĕ ик енчен Чапай пуçне алăпа хупласа хӳтĕленĕ. Урал шывĕн варрине çитсен, пĕр пуля чăваш ачин аллине, тепри вырăс ачин аллине кĕрсе ларнă. Вара чăваш ачи сылтăм енне, вырăс ачи сулахай енне куçнă та суранланман аллисемпе каллех командир пуçне хӳтĕленĕ. Пăрлă çумăр пек ӳкнĕ пульăсем. Урал шывĕн леш хĕррине çитме çуррин çурри юлсан, пĕр пуля чăваш ачин пуçне пырса тивнĕ, тепри вырăс ачин пуçне шăтарнă. Чапай-паттăр вара пĕчченех тăрса юлнă. Усал тăшмана улталанă вăл, кăвакал пек, шыва шаларах чăмнă та ун куçĕнчен çухалнă. Çавна курсан, хасарсен енералĕ мухтанма тытăннă: «Эп Чапая пĕтертĕм, ăна Урал шывĕнче путартăм», — тенĕ. Çук, вилмен Чапай-паттăр, вăл шыва шаларах чăмнă та Урал шывĕн тепĕр хĕрринчи хăмăш хушшине пырса тухнă. Çавăнта вăл, шывра пытанса, хăмăш витĕр сывласа, каçчен ларнă. Каç пулсан, Чапай-паттăр шывран тухнă та варман еннелле утнă, чупа-чупа ăшăннă, йĕпе кĕпе-йĕмне типĕтнĕ. Çĕрĕпе вăрман урлă хĕвелтухăç еннелле утнă. Чапай-паттăр. Хĕвел тухнă çĕре, вăрмантан тухса, çеçенхир варрине çитнĕ. Çавăнта ăна шур сухаллă çĕр çулхи Кăркăс мучи хирĕç пулнă. — Саламалик, Чапай-паттăр, Хĕрлĕ Çарăн мухтавлă командирĕ, — тенĕ Кăркăс мучи. — Тав сана байсемпе паттăр çапăçнăшăн, Ленин сăмахне итлесе, чухăн кăркăс халăхне те, вырăс халăхĕпе пĕрлештерсе, телейлĕ тума тăрăшнăшăн. Çĕр каçа вăрман урлă утса ывăнтăн пуль. Ларса кан, Чапай-паттăр, кăмăс ĕçсе вăй ил, — тенĕ. — Ĕлĕкхинчен те вăйлăрах ĕнтĕ эпĕ халь. Эх, кĕмĕл хĕçĕм çук, — тенĕ Чапай-паттăр, кăмăс ĕçсе вăй илсен. — Хăвăн сăмахна кайран калăн, Чапай-паттăр, халь ман сăмаха итле, — тенĕ шур сухаллă Кăркăс мучи. — Эсĕ шывран тухса хăтăлнине пĕр усал çын курнă, çав усал çын хасарсен енералне кайса систернĕ. Пин те пĕр юланут, кунĕн-çĕрĕн кустарса, пĕтĕм тавралăха тустарса шыраççĕ сана халĕ. Çапла каланă та шур сухаллă Кăркăс мучи çул çине тăсăлса выртнă, çĕр сассине тăнланă. — Инçе мар вĕсем, сăн усал тăшманусем, — тенĕ Кăркăс мучи, ура çине тăрсан. — Кĕç-вĕç вăрмантан килсе тухĕç. Хытă чупаççĕ хасарĕсен учĕсем, анчах кăркăс халăхĕн çилçунатлă урхамахне хăваласа çитеймĕç. Санăн пулĕ çав урхамах, анчах çавăншăн эс çын куçне курăнмасăр пурăнма килĕш. Ăçта вĕçтерсе кайĕ сана урхамах, çавăнта пурăн. Хĕрлĕ Çара питĕ йывăр килнĕ чух çеç эс урхамах утланса тăшман умне пырса тухăн, ăна хăваласа аркатса тăкăн. Паян-ыран çеç мар, ĕçхалăхне кирек хăçан тăшман килсе хупăрласан та, эс çаплах çилçунатлă урхамахпа Хĕрлĕ Çара тăшмана аркатма пулăшăн. Килĕшетни çаплах хăтăлма, Чапай-паттăр? Иыхрас-и çилçунатлă урхамаха? — тесе ыйтнă юлашкинчен шур сухал-лă Кăркăс мучи. — Хисеплĕ шур сухаллă Кăркăс мучи, — тенĕ вара Чапай-паттăр. — Эп вилĕмрен хăрамастăп. Хасарсенчен нихçан та тарманччĕ, халĕ те тармăттăм. Кĕмĕл хĕçĕм пулсан, эп пĕччен те парăнмăттăм усал тăшмана. Анчах кĕмĕл хĕçе эпĕ хамăн юлташа Иван-паттăра парнелерĕм. Юрĕ, эппин, шур сухаллă Кăркăс мучи! Çав Иван-паттăр ман вырăна дивизи командирĕ пултăр. Халăх телейĕшĕн эпĕ юлташсен куçне курăнмасăр пурăнма килĕшеп. Чĕн, эппин, урхамахна. Çав вăхăтра пин те пĕр юланут, Чапай-паттăра йĕрлесе, вăрман хĕррине килсе тухнă. Шур сухаллă Кăркăс мучи çут тĕнчене çурса шăхăрса янă вара. Çав самантрах кăркăс халăхĕн чи пысăк кĕтĕвĕнчи çилçунатлă урхамах Чапай-паттăр умне килсе тăнă. Хăй юр пек шурă, çамки çинче — хĕрлĕ çăлтăр пек хĕрлĕ пăнчă. Чапай-паттăр шур сухаллă Кăркăс мучие ыталаса чуптунă та, кăшт хурланса, çапла каланă: — Эх, тăванăм, шур сухаллă Кăркăс мучи! Тавтапуç сана çилçунатлă урхамахшăн. Анчах хамăн кĕмĕл хĕçĕмсĕр, хурçă пăшалăмсăр тăшмана епле хăваласа аркатăп-ши? Хĕçпăшалсăр урхамахпа тарса хăтăлма çеç пулать. Нухайккапа тăшман пуçне касаймăн, пӳрнепе шаклаттарса вĕлереймĕн ăна. — Ан кулян, Чапай-паттăр, — тенĕ шур сухаллă Кăркăс мучи, — Шурă урхамах сана катари кăркăс çĕршывĕнчи шурă ту айккине илсе кайĕ. Çавăнта эс пĕрре сулса пин тăшман пуçне касакан кĕмĕл хĕç тупăн, пĕрре персе пин тăшмана вĕлерекен хурçă пăшал тупăн. Ан ман тульккă ман сăмаха: тăван çĕршыва йывăр килсен, тăшман ăна тапăнсан, ĕççыннисем сан ятна асăнĕç. Чапай-паттăр урăх пĕр сăмах та чĕнмен, шурă урхамах çине сиксе ларнă та хĕвелтухăç еннелле вĕçтернĕ. Шурă çавраçил пек çеç курăнса юлнă вăл Кăркăс мучи патне çывăхаракан тăшмансене… Çавăнтанпах Хĕрлĕ Çара йывăр килнĕ чух Чапай-патăр ятне асăнаççĕ хĕрлĕ салтаксем. Çав самантрах шурă çавраçил килсе тухать. Çивĕч куçлăраххисем çеç кураççĕ: çавраçил мар вăл, Чапай-паттăр çилçунатлă урхамахпа кустарса хăвалать тăшмансене. Хĕле кĕрсен, тăтăшах тăман тухкаларĕ, Хĕрлĕ Çар тăшмана тинĕс патне хăваласа çитерчĕ, çитмĕл те çичĕ пин хасар плена илчĕ, ыттисене пурне те тинĕсе сирпĕтсе путарчĕ. Эпĕ хам та пĕр çил-тăвăллă çаиăçура пултăм, хĕрлĕ çăлтăрлă çилçунатлă шурă урхамаха куртăм, юланутçине те палларăм: Чапай-паттăр пулчĕ вăл. Кĕмĕл хĕçпе тăшмансене касса вакларĕ, хурçă пăшалпа персе çунтарчĕ вĕсене. Тулькĕш калаçаймарăм эпĕ Чапай-паттăрпа. Тăшмана аркатса тăксанах, çилçунатлă урхамах, шурă çавраçил пулса, куçран çухалчĕ… » Юмах пĕтсен те ачасем темиçе минут шăпăрт ларчĕç. Микка пичче тата юмах ярасса кĕтрĕç пуль. Çук, юмахçă урăх юмах ямарĕ, ларнă çĕртех сасартăк йăванса кайрĕ. Вара Тимĕркке мучи шалти пӳрте чупса кĕчĕ те ачасене пурне те пӳртрен хăваласа кăларчĕ. Ирхине Тимĕркке, пар лаша умлă-хыçлă кӳлсе, Весуккана çын ячĕ. Елкĕреймерĕ Ятрус Хрулкки. Вăл Чулçырмана çитиччен Шатра Микка тепре тăна кĕмесĕрех вилсе кайрĕ… Клубри çынсем пирвайхи спектакле, Анук пӳртĕнчи ачасем Шатра Миккан юлашки юмахне ĕмĕрлĕхе астуса юлчĕç. Пин те тăхăрçĕр çирĕммĕш çул Чулçырмара çапла пуçланчĕ. Кĕпер юписем Çук çав, арçын пулса çитейменччĕ-ха ун чух Тарас. Илюша умĕнче макăрмарĕ вăл, Антонина Павловна патĕнче те макăрмарĕ, унпа пĕрле кĕпер урлă та чиперех каçрĕ. Инкĕшне курсан, куççульне тытса чараймарĕ вара… Тараса калаçтармарĕç. Ана шалти пӳртри хăйĕн вырăнĕ çине вырттарчĕç те пĕчĕк ачана йăпатнă пек йăпатма тăрăшрĕç. Куççуль витĕр инкĕшĕн сăнне путлĕ кураймарĕ те вăл. Темшĕн пурте тулти пӳрте тухрĕç. Антонина Павловна пĕчченех Тарас умĕнче ларчĕ, унпа пĕр шухăшлă пулнă çын пек пăшăлтатса, пуçран вĕçĕмсĕр ачашларĕ. — Ан макăр, ан макăр, Тарас, — терĕ вăл. — Ольăна ним те каламăпăр эпир. Хут илмен вăл… Дезертирсенчен хăраса киле чупнă Тарас, терĕм эпĕ, пĕчĕк кĕпер урлă каçнă чух урине ыраттарчĕ, терĕм. Эс татах макăрсан, Оля сисет вара. Ан макăр, Тарас, арçын пул. Эс çĕр çывăрмасăр ĕшенсе çитнĕ. Çывăр кăшт, лăплан. Кайран та ан макăр. Эс: «Арçын тгулап, — терĕн вĕт, — пичче вырăнне шуррисемпе çапăçма каяп», — терĕн. Кайăн, сана хамăрах ăсатса ярăпăр. Эс партие çырăнап терĕн. Партие çырăнма сан çул çитмен-ха. Çамрăксен хăйсен парти пур, Союз теççĕ ăна. Коммунистла Союз теççĕ, комсомол теççĕ. Эс ялта пуринчен малтан çав Союза çырăнăн, ячейка секретарĕ пулăн. Унта çырăнма та пăртак çул çитмен-ха сан. Юрĕ-çке, ун пирки никама та каламăпăр. Кĕлеткепе те, ăстăнпа та йĕкĕт пек курăнатăн эсĕ. Чулçырма шывĕ пек шăнкăртатса юхать учительница сасси. Пуринчен хитре вăл, Антонина Павловна… Ячĕ те хитре ун, сасси те хитре… «Иăпатать вăл мана, улталать. Хĕрлĕ Çара хамăрах ăсатăпăр тет, çавăнтах ячейка секретарĕ пулăн тет… Улталаççĕ вĕсем мана, йăпатаççĕ… Атте госпитальте выртать, пичче вăрманта… ». Лăпланнă май Тарас шухăшĕ пăтрăна пуçларĕ. Чуна кантаракан лăпкă сасă илтĕнми пулчĕ. Антонина Павловна, тулти пӳрте тухса: «Çывăрса кайрĕ, мĕскĕн. Пуçĕ вĕриленнĕ хăйĕн. Чирлесе ан ӳктĕрччĕ», — тенине илтмерĕ Тарас. Ун чух чирлемерĕ вăл. Анчах пĕр талăк çывăрса тăнă хыççăн ăна амăшĕ те, инкĕше те паллаймарĕç. Çывăрнă вăхăтра вăл ача сăнне ĕмĕрлĕхе çухатнă тейĕн. Никампа калаçми пулчĕ. Ниçталла пăхмасăр, никама курмасăр, шухăша кайса ларать. Икĕ хуйхă пуçа илсе, виççĕмĕшне манма тăрăшрĕ Оля. Пĕр хуйхи вăл — Тарас. Тепĕр хуйхи… хуйхă та мар-ха вăл, кĕтнĕ савăнăç. Савăнăçне те чипер кĕтсе илмелле çав. Куллен Урлăвăрмана çити çуран çӳрерĕ Оля. Тараса та хăйпе çӳретсе йăпатма тăрăшрĕ. Якалĕнчен таврăннăранпа эрне иртсен те, уйăх иртсен те уçăлмарĕ Тарас кăмăлĕ. Пиччĕш ятне вăл пĕрре те асăнмарĕ. Ма-ха Оля хăй те асăнмасть? «Инке манран маларах хыпар пĕлмен-ши?..» — тесе шухăшлать вара Тарас. Оля кăна мар, Евграф Архипович та, Антонина Павловна та, ялан ачашшăн калаçса, ăна йăпатма тăрăшрĕç. Пĕри те нихçан та пиччĕшне асăнмарĕ. Лешеккинче праçник вăхăтĕнче Тарас пуринчен малтан комсомрла çырăнчĕ. Ана, чăнах та, ячейка секретарĕ турĕç… Чĕрене касакан хуйхă майĕпе сĕвĕрĕле пуçларĕ. Халăх çинче пулса, халăхшăн усăллă ĕç туни хуйхăпа кӳтсе çитнĕ чуна та канăç парать иккен. Хăй валли те, комсомолецсем валли те ĕç хыççăн ĕç тупрĕ Тарас. Ял тăрăх Хĕрлĕ Çар валли ăшă тумтир пухса çӳрерĕç вĕсем; субботник туса, хĕрлĕ салтак арăмĕсене вутă касма, хуçалăха тир-пейлеме, утă турттарма пулăшрĕç. Кĕçех тата репетицисем пуçланчĕç. Пирвайхи спектакль пулнă каç Тарас сасартăк йывăр чирлесе ӳкрĕ. … Тарас пуçĕ çинче çаврăнакан арман чулĕ çĕре ӳксе çĕмĕрĕлчĕ, кĕленче пек чăнкăртатса саланчĕ. Тарас, çав чул çĕнĕрен пуçа килсе пусасран хăраса, ерипен куçне уçрĕ. Арманта мар, килтех выртать иккен вăл — тулти пӳртре, кравать çинче. Ененмерĕ Тарас, каллех куçне хупрĕ. Пӳрчĕ те, кравачĕ те, кун çути те, — пĕтĕмпех суя вĕсем. Суя тĕнчере пурăнса йăлăхтарчĕ ĕнтĕ. Ним йĕркелĕх çук çав вĕри те суя тĕнчере: этем пуçĕ çинче арман авăртать, чул кĕленче пек ванса саланать, атте чӳречерен вĕçсе кĕрет те алăкран чупса тухать, Рамаш пĕлĕт çӳллĕш юпа çине чупса хăпарать… «Аташнă ĕнтĕ эп, вĕри чирпе аташнă, — йĕркеллĕ шухăшсем хускалчĕç сасартăк çăмăлланса кайнă пуçра — Халь аташмастăп-ши? Ма вара тулти пӳртре выртнă пек туйăнать? Кунта кравать те çукчĕ вĕт». Хăйне хăй тĕрĕслес шухăшпа куçне уçас тенĕччĕ Тарас, çав вăхăтра каллех кĕленче чăнкăртатрĕ. «Çук, кĕленче мар вăл, Оля сасси. Оля çапла кулатчĕ ĕлĕк. Елĕк? Хăçан пулнă вăл «ĕлĕк»? Тахçаи-тахçан, атте килте чух, Рамаш çыру çырнă чух. Мĕн чул вăхăт иртнĕ-ши çавăнтанпа? Эп чирличченех виç-тăватă уйăх иртнине астăватăп. Çĕнĕ стильпе çĕнĕ çул каç çитнине астăватăп. Спектакль пулчĕ, мана, суфлер туса, тĕпсакайне кĕртсе лартрĕç. Çавăнтан тухнине астумастăп. Микка пичче вилнĕ терĕç. Хрулкка мучи çамкана хыпашларĕ, ал тупанне тытса ларчĕ… Те чăн çапла пулнăччĕ, те тĕлĕкре курнă. Халь аташмастăп ĕнтĕ. Аташмастăп-и?! Ма вара Оля кулнă пек илтĕнчĕ… Ак каллех кулса калаçать. Анчах мĕн калаçать-ха вăл! — Пăх-ха, пăх-ха, анне! Рамаш кулать… — Тĕлĕкре кулать вăл. Малтан тĕлĕкре кулать чĕрĕ чун. Ав епле сылтăм аллине пуç айне чиксе выртнă. Этем ывăлĕ ĕнтĕ, мĕн тăвассу пур. — Каллех кулать! — Ан кăшкăр Уля, Рамаша вăхăтсăр вăратан. Тарас та лăпкăн çывăрса кайнăччĕ, мĕскĕн… Шалти пӳртре инкĕшĕпе амăшĕ калаçнине хăйне хăй ĕненмесĕр итлесе, аптраса выртрĕ Тарас. «Эп аташмастăп пулсан, вĕсем аташаççĕ-им вара? Ма «Рамаш, Рамаш» теççĕ. «Ененместĕп. Рамаш вилмен!» — терĕ инке, хут илсен. Юлашки вăхăтра хăйне хăй çапла йăпатса пурăнчĕ. Чăнах та, вилнĕ тесе çырманччĕ-ха, хыпарсăр çухалнă тесе çырнăччĕ. Тен, чăнах та, вилмен пуль?! Аташмастăп та пуль, пичче киле таврăннă пуль!.. Анчах ма-ха вĕсем пĕчĕк ача пирки калаçнă пек калаçаççĕ?» Çав вăхăтра шалти пӳртре, чăнах та, пĕчĕк ача сасси илтĕнчĕ. Савăнмарĕ Тарас пĕчĕк тăванĕн сассине илтсен. Сасартăк çуралнă ĕмĕте татрĕ-ха вăл. Инкĕшĕ, ача туса, кулса калаçакан пулнăшăн çавах та савăнчĕ. «Оля!» тесе кăшкăрасшăнччĕ Тарас, сасă аран тухрĕ. Никам та илтмерĕ ăна. Кăшт тăрсан, такам тулти пӳрте тухрĕ. Тарас куçне уçмасăрах палларĕ: амăшĕ. Акă вăл кравать умĕнче хашлатса тăчĕ те тула тухса кайрĕ. Тарас, куçне уçмасăр, уçă тăнпуçпа тата пăртак шухăша кайса выртрĕ. «Хут киличчен пĕр-пĕринчен пытанса, Рамаш ятне асăнмасăр пурăнтăмăр. Эп хам ирĕкпе Хĕрлĕ Çара каяс терĕм, Оля ямарĕ. Итлемĕттĕм ăна — макăрчĕ вăл, унччен тем чул тарăхса та макăрманнине макăрчĕ. Пурпĕрех каятăп. Халĕ Ольăшăн хăрамалли çук ĕнтĕ. Пĕчĕк Рамаш пур ун. Оля! Хăйне инке тесе чĕнме хушмасть. «Инке мар, аппа эпĕ саншăн, Оля тесе чĕн мана», — терĕ. Пиччене те Рамаш тесе чĕнме хушрĕ, «Вырăссем пĕртăвансене ятпа чĕнеççĕ», — терĕ… » Ача сасси илтĕнми пулсан, Оля тулти пӳрте тухрĕ. Тарас куçне уçрĕ, йăл кулчĕ те аран тухакан сасăпа: — Оля, пĕчĕк Рамаша кăтартсам мана, — терĕ. Оля, куçĕ курнине, хăлхи илтнине ĕненмесĕр, пĕр самант Тарас çине пăхса тăчĕ, унтан сасартăк кравать умне кукленсе анчĕ те, Тараса ыталаса, макăрса ячĕ. — Ма макран, Оля? Рамаш пирки çĕнĕ хыпар илтĕн-им? — Çук, Тараска, урăх хыпар çук. Эс сывала пуçланăшăн, «пĕчĕк Рамаш» тенĕшĕн савăннипе тӳсеймерĕм. Тата пĕр савăнăçлă хыпар пур. Атте госпитальтен сывалса тухнă. Анчах киле таврăнма шухăшламасть те. «Туркфронта Фрунзе патне каятăп, эп кăркăсла калаçма пĕлеп, политотделра кирлĕ çын пулăп», — тесе çырать. Пĕчĕк Рамаш пирки те, эсĕ чирленĕ пирки те çырса пĕлтертĕм ăна. Пысăк Рамаш пирки асăнмарăм. Хăй те асăнмасть. — Эп хам çырса пĕлтерĕп, — терĕ Тарас. — Эх, Тараска, Тараска! Пысăк хуйхăпа йывăр чир сана та чăнахах арçын турĕç. Юрĕ, ан калаç урăх, сывал часрах. Еç нумай. Кĕçех ак юлташсем килсе çитĕç. Сансăр ĕçлеме пĕлмеççĕ вĕсем. Эс сываласса тем пек кĕтеççĕ. Икĕ уйăх куллен сан патна çӳрерĕç. — Пĕчĕк Рамаш миçере? Оля ĕлĕкхи пекех савăккăн та ăшшăн йăл кулчĕ. — Иккĕмĕш уйăх çине кайрĕ. Ан калаç урăх, сывал часрах, анне кĕрсен, кĕпӳ-йĕмне улăштарĕ. Тепре вăрансан, Рамаша кăтартăп сана. Çывăрнă чух тутине ашшĕ пек чалăштарса кулать. Çĕнĕ çул каç чирлесе, çанталăк çур енне кайсан тин ура çине тăчĕ Тарас. Çамрăксем Тук икĕ енĕпе те савăнса кĕтсе илчĕç ăна. Тарас сывалнă хыççăн эрнерен Куракхăвинче комсомолецсен конференцийĕ пулчĕ. Тараса райкома тата уесри конференцине делегата суйларĕç. Хулана кайма темшĕн питĕ тĕплĕн хатĕрленчĕ Тарас. Пиччĕш пĕлтĕр ăна сăран хутаç парса хăварнăччĕ. Çав хутаçа вăл Рамаш хучĕсене тата хăйĕн юратнă сăвă кĕнекине чикрĕ. Оля ăна пăшăрханса сăнарĕ: «Мĕн шухăш тытнă-ха пирĕн арçын? Ашшĕпе пиччĕш хыççăн кайма шутламасть-ши?» Тараса хулана ăсатма комсомолецсем икĕ ялĕпе те кĕпер патне пухăнчĕç. Чăваш ачисем малтан шкул патне пухăннăччĕ, Антонина Павловна Лешеккинчен килсе çитрĕ те: — Пурте кĕпер патне утăр. Лешеккисем Тайманкина ăсатма çавăнта пыраççĕ, — терĕ. Тараса та ятпа мар, хушаматпа чĕнеççĕ ĕнтĕ. Ял Совечĕн председателĕ те: — Кĕпер патне çуран утăр, эппин, Тайманкин юлташ. Эпĕ, лав тупса, тӳрех çавăнта пырса çитĕп, — терĕ. Çамрăксемпе пĕрле Оля, Антоннна Павловна, Арланов кĕпер урлă каçса ăсатрĕç пĕрремĕш комсомолеца. Вырăс ачисем юлташне ăсатма ялав йăтса тухнă. Ялавĕ çине Тарас хăех пурпа сăрласа «Российский Коммунистический Союз Молодежи» тесе çырнăччĕ. Арланов сăмах каларĕ. — Тайманкин юлташ пирĕн — пĕрремĕш комсомолец, — терĕ вăл юлашкинчен. — Пĕтĕм районран — тăватă вулăсран — пилĕк делегат, чăн тивĕçлисене суйланă. Пирĕн ячейкăшăн пысăк чыс вăл. Чулçырма ячейкине районра хисеплеççĕ. Ячейкăра чи тивĕçли, хăвăрах пĕлетĕр, Тарас Тайманкин пулчĕ… Тарас ораторăн хĕрӳ сăмахне кăшт сивĕтесшĕн пулнă пек: — Мана чи тивĕçлĕ тесе мар, чăвашран та пĕр çын кирлĕ тесе суйларĕç, — терĕ. — Апла пулсан, чăваш ятне ан çĕрт, чăвашран пĕтĕм уесĕпе, пĕтĕм кĕпĕрнипе, кĕпĕрнипе çеç те мар… в мировом масштабе чăн тивĕçли пул! — кăшкăрчĕ лашапа пырса çитнĕ Тимĕркке. Оля Тараса хулана илсе каякан лав куçран çухаличченех пăхса тăчĕ. Комсомолецсем те тăруках саланмарĕç. Арлановпа Антонина Павловна çеç шкула кайма васкарĕç. «Комсомол тени, чăнах та, пысăк вăй, — шухăшларĕ Оля. — Рамаш çавна тахçанах сиснĕччĕ. Октябрьчченех çамрăксене пĕтĕçтересшĕн вĕтеленетчĕ. Тĕрĕссипе каласан, эпир те ун чух комсомол пек пултăмăр. Халĕ, ак, теприсем çитĕнчĕç. Çĕнĕ кĕпер тĕрекĕсем. «Çĕнĕ кĕпер хывăпăр, кĕпер юписем пулăпăр», тенĕччĕ ун чух Рамаш. Пĕр кши хуçăлчĕ пуль çав. Уншăн кĕперĕ ишĕлмĕ-ха. Ав мĕн чухлĕн вĕсем, çĕнĕ кĕпер юписем. Тарас та кĕпер юпи е пĕр-пĕр савăлĕ пуласшăн ĕнтĕ… » Шухăша кайса, таçталла пăхса тăракан Оля патне Тимĕркке çывхарчĕ, — Ну, Оля Николаевна, килте кулянса, ачапа йăпанса ларма çитĕ сана, — терĕ вăл. — Пĕчĕк Рамашăн асламăшĕ пур. Парти ĕçне хутшăнма вăхăт çитрĕ. Ялсене çĕнĕрен уйăртăмăр ĕнтĕ. Ял Совечĕсем уйрăм, анчах парти ячейки пурпĕрех пĕрре. Сана хăвăнсăрах секретаре суйларăмăр. Лешеккинче коммуна организациленчĕ. Гревцев хăйĕн коммунарĕсемпе ялтан куçса каять. Санран лайăх кандидат çук. Эсĕ икĕ ял пурнăçне те лайăх пĕлетĕн, икĕ чĕлхепе калаçма пултаратăн… — Калаçма пултарăп, ĕçлеме пултарайăп-и?! — Мана Совета суйланă чух ыйтса тăмарăр. Кăмăл пулсан, этем тем тума та пултарать. Çапла Оля та, пысăк ĕçе хутшăнса, хăйĕн чĕре суранне сипле пуçларĕ. Тарас та, ашшĕ пекех, хулана кайрĕ те… яла таврăнмарĕ. Ик-виç эрнерен Оля хут илчĕ. «Каçар мана, Оля, — çырать Тарас, — килтен мĕн шухăшпа кайнине сана каламарăм. Чарасран хăрарăм. Конференцие килнĕ комсомолецсем çурри ытла Хĕрлĕ Çара çырăнчĕç. Эп те çырăнтăм. Вунулттăра терĕм, ĕненчĕç. Самарта политшкула вĕренме йышăнчĕç мана. Шкул пуçлăхĕ — Трофим Петров, Трашук пичче. Аттепе пиччене пĕлекенсем нумай кунта. Тăван яла таврăннă пекех туйăнчĕ… » «Эх, Тараска, Тараска! Эсĕ те пăрахса кайрăн акă мана. Таврăнăн-ши хуть киле хăçан та пулин?» — хурланса шухăшларĕ Оля. Чулçырмара çĕнĕрен уйрăм ял Совечĕ суйланă чух Селĕп Кирилене каллех аса илчĕç. — Манран ним усси те пулмасть пуль. Калаçма пĕлекен çынсене суйлас. Виçĕмçул мана карательсем те çын вырăнне хумареç. Совет влаçĕ майлă та, хирĕç те сăмах калама чухлаймарăм, — хăйне хăй хурлама пăхрĕ Селĕп Кириле. — Нухайкка лекменшĕн ӳпкелешетним, Кириле пичче? — илтĕнчĕ сасă. — Халь Советра калаçма пĕлекенсем мар, ĕçлеме пĕлекенсем кирлĕ пире, — терĕ Тимĕркке, шӳтлесе калаçакансене чарса. — Сана, Кирилл Иванчча, çураки комиссарĕ тăвăпăр. Кăçал ăна ялĕпех сирĕн вĕçрисем пек туса ирттерĕпĕр. Пĕр хăлаç çĕр те акмасăр хăвармăпăр. — Эсĕ пире капла камуна кĕртсе хурасшăн мар-и, Владимир Наумчă? — пăшăрханчĕç хăшпĕрисем. Вара Арланов, сăмах илсе, халăха çапла ăнлантарса пачĕ: — Коммунăна сире никам та улталаса е ирĕксĕрлесе кĕртме шухăшламасть. Ялта лашасăр, сӳресĕр хуçалăхсем нумай. Сеялка тени пуянраххисен çеç. Елĕк чухăн пуян лашипе тырă акнăшăн çăвĕпе çав пуян ĕçне тăватчĕ. Халĕ пуян лашисене, сеялкисене пĕтĕм ялшăн ĕçлеттерĕпĕр. Çураки ĕçĕсене вăхăтра та ăнăçлă туса ирттересси — хресчен хуйхи кăна мар вăл, пĕтĕм государство хуйхи пулать. Çавăнпа кăçал ял Совечĕ çураки ĕçне ялĕпе йĕркелес терĕ. Урăхла каласан, эртелпе тырă акăпăр кăçал. Ялта ун пек ĕçлени хальччен пулман мар. Кирилл Иванович эртелĕ ĕçленĕ пек пулать вăл. Çак хыпар çав кунах ялĕпе сарăлчĕ, чухăнсене савăнтарчĕ, кулаксене хăратрĕ. Пĕр Мирски Тимук çеç нимрен те хăрамасть. «Сеялка парап, пĕр лаша парăп. Акнă чух парăп, пухнă чух пурпĕрех хам ана çинче ĕçлеттерĕп салтак арăмĕсене», — терĕ вăл ăшĕнче. Шухăшне вара, яланхи пекех, никама та каламарĕ. Селĕп Кириле хăйне Совета суйланăранпа йăмăкĕ патĕнче час-часах пулкалать. Лисук патне мар, Оля патне, ячейка секретарĕ патне, çӳреççĕ вĕсем Тимĕрккепе. Паян та Тимĕрккепе Кириле тулти пӳртре. Оля ачйне кăкăр ĕмĕртсе тухасса кĕтсе лараççĕ. Лисук, ача кипкисемпе айкашса, тулăн-шалăн чупса çӳрет. — Замана тейĕн çав, Кирилл Иванчă. Лисук та ав ватăлнă пуçпах салтак арăмĕ пулса пурăнать, — сăмах хушрĕ Тимĕркке. — Сахарне те мансах кайнă-ха вăл халĕ, — кулкаларĕ Кириле. — Ачашăнах вилет çав Лисук. Яппун вăрçи вăхăтĕнче упăшкинчен ачасăр юлчĕ. Тăлăх пуçпах усрав ача тупрĕ. Пурăнмарĕ ачи. Сахарпа тунă ачисем те пурăнмарĕç. Халĕ, кинĕ кунтан пăрахса каймасан, Лисук валли йăпану виличченех çитет ĕнтĕ. — Ольга Николаевнăна кунтан ямăпăр, — терĕ Тимĕркке, Кирилене шантарса каланă пек. Оля шалти пӳртрен тухсан, канашлу пуçланчĕ. Кириле, хĕвеле хирĕç пăхса лараканскер, çурхи хĕвел çутине тӳсеймерĕ, сулхăн кĕтесе куçрĕ. «Çак хĕвел çутишĕнех пӳртне кансĕр вырăна хăпартса лартрĕ ĕнтĕ Сахар, — шухăшларĕ вал. — Хăй вара хĕвел çутипе ăшăнса пурăнаймарĕ те». Çав вăхăтра Лисук шалти пӳртре тем пулнă пек çухăрашрĕ: — Уля, часрах! Рамаш кулать, кулать! Оля шалти пӳрте чупса кĕчĕ. Хальччен ывăлĕ ыйхăра кулнине çеç курнăччĕ-ха вăл. Пĕчĕк Рамаш, аллисене кипкерен кăларса, хĕвеле хирĕç куçне хессе, çапкаланса выртать. Акă пĕчĕк кĕрен тутан сылтăм кĕтесси маларах уçăлчĕ; тутине ашшĕ пек чалăштарса, çут тĕнчене килнĕшĕн савăнса, йăл кулса ячĕ пĕчĕк Рамаш. Тимĕркке те шалти пӳрте кĕнĕ иккен. — Рамаш кулать, замана! — терĕ вăл, пӳрнипе ачана кăтăкланă пек туса. — Вырăс-и эс, чăваш-и, Совет Республикин гражданинĕ? Пĕчĕк Рамаш, кайăк чĕппи пек сасă кăларса, сылтăм аллине çӳлерех çĕклерĕ. — Пăхăр-ха, Совет влаçие саламлать вăл. Ял Совечĕн председательне палларĕ, Замана! — Çитĕ-çке. Тухăр, тухăр кунтан! Ан куçăхтарăр ачана! — тесе, чĕпĕ амăшĕ пек, сăпка тавра саркаланчĕ Лисук. — Ку ачи куçăхмасть. Камун ачи вăл, — терĕ Самана Тимĕркки. В ĕ ç ĕ